Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +3.3 °C
Все мое несу с собой.
(Бианит)
 

Agabazar: АПТРАМАНИСТАН

Agabazar23.12.2013 18:3326669 просмотров

АПТРАМАНИСТАН

гимн

 

Хӗвел пӑхать, ҫиҫсе вылять шевле,

Вӗрет сипетлӗ варкӑш каҫӑн-ирӗн;

Канашласа кашлать парка вӑрман,

Уй-хир сасси кӗрет кашни киле.

Ӑҫта-ши ку тавралӑх? — Ку вӑл — пирӗн

Чӑваш ҫӗршывӗ, Аптраманистан!

 

Тӳсӗмлӗхпе тӗлӗнтерен чӗлхен

Витӗмлӗхне кунта куллен туятпӑр.

Хӑвачӗ унӑн иксӗлмӗ нихҫан!

Эпир ӗмӗртенпе, ӗмӗрлӗхе

Ҫак аслӑ Атӑл тӑршшӗнче пурнатпӑр.

Чӑваш ҫӗршывӗ — Аптраманистан!

 

Килет пулин те терт ҫине нуша,

Малашлӑхӗ тивлетлӗ тӗп чӑвашӑн:

Нихҫан та пирӗн халах аптраман.

Поэтӑн пиллӗхне хывса ӑша,

Эпир ахальтен мар ҫапла каласшӑн:

Чӑваш ҫӗршывӗ — Аптраманистан!

 

Эс пирӗн шанчӑк, пирӗн ӑраскал,

Нихҫан асран кайми чӑваш ҫӗршывӗ.

Тӗреклӗ ларнӑ эсӗ авалтан,

Паян пире куллен паран вӑй-хал,

Чун-чӗрене аннемӗр евӗр ҫывӑх

Чӑваш ҫӗршывӗ, Аптраманистан!

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.17 18:04
Ай-уй ку Акасапар хăйĕн нимтуманлăхне кăтартас тесе темле йышши "ăнлантару" та çырса кăтаратать.Акасапар çырать:"Литературăра ют сăхман тата ют кĕрĕк тăхăнасси çав тери йĕркеллĕ япала вăл".Мĕн тери вырăнлă çырать,маттур,Акасапар.Чисто по-писательски.Ку форумран илсе пăрахиччен пăх-ха Чĕпĕ Ультиярĕ 1998-мĕш çулта "А.Николаев Чувашпотребсоюз хăни" тенĕ япалана.Мĕнлерех унта Туркайпа Смолин ахăраççĕ Хведороф суйлавра çĕнтернĕ хыççăн 3-мĕш отделенинче.Кайран çавсемех тислĕкпе переççĕ Хведереф енне.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.17 18:09
Акасапар маншăн эс çырни пĕрре те çĕнĕлĕх мар. Эп сан кун йĕркине тахçанах ăнланнă ĕнтĕ. Çавăнпа Реминисценци тата Ремейк япалисене хăвна валли хăвар, тархасшăн. Хăв чĕнсе каланă пек, "чăн-чăн пурнăçа, чăн-чăн тĕнчене" кил-ха. Аттун,çамрăксем пек виртуаллă пурнăçпа пурнан. Çынсемпе куçран пăхса калаçма та манса кайрăн( малтан пĕлнĕ пулсан,паллах).
Agabazar // 8820.3.8431
2014.01.17 18:15
Agabazar
Аксар Чунтупай:"Йăнăшсене шута илмесен, аван пулса тухнă. Кĕвви епле пулĕ - çавăнтан килет..."

Куçкĕрет курăнса тăракан йăнăшсене тÿрлетрĕм. Кĕвви пирки калас пулсан, ăна, сăмахран "бор", "Тимер" е "Якур" çырма (ăсталама) пултарать. Е виççĕш пĕрле. Чару çук.
Атнер // 3913.58.4645
2014.01.17 18:42
Юрă-кĕвĕ,сăвă,кĕнеке çыракансем пайтах-ха вĕсем.Эсир пĕлетĕр-и?Ман чун савăнать.Чăваш писатĕлĕсен шучĕ виççĕре яхăн.Кунти сайтра темиçе хут та çырчĕç.Марина Карягинăпа Туркайăн ачисем кăна 'папа-мама"мар.Тен чăвашлăхшăн чунпа ĕçлессин вăртăнлăхĕ çакăнта.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.17 19:41
Акасапар, ан ăшталан пустуй. Ефим мĕн çырнине асра тыт. Чăваш гимнне çĕнĕлетеççĕ кăçал. Эс Украин çĕрĕ валли ăсталама пултаран. Вĕсене каять. Поляксем, венгрсем е чăвашсем çыраççĕ, вĕсене пурпĕрех йышăнаççĕ.
Agabazar // 8820.3.8431
2014.01.17 19:49
Agabazar
Атнер:"Марина Карягинăпа Туркайăн ачисем кăна..." Ку ачасем халлĕхе никама та нимпех те тĕлĕнтереймен-ха. Ав, тин кăна "бор" юлташ Туркайсем Хветĕрĕфе еплерех каçса кайса мухтани пирки пире евитлерĕ :-)

Тĕрлĕрен халлапсем çапиччен Гимн кĕввине тытăр та ăсталăр пĕреххут. Кайран сасăпа ĕнерлесе е юрласах Интернета кăларса çакма пултаратăр. Вăй патăр! Ăнăçу сунатăп.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.19 08:58
Акасапар хăта! Гимн теми санăн, çав темăна никама та ан пар, ан сут. Хăвах ĕнĕрле, ăстала. Сана урăх пулăм кирлĕ мар, çав темăпах çăрăнкаласа ĕçлĕ пулса пурăнкалах ĕнтĕ. Евит пирки: ку санран тухнă япала. Эпĕ поэтсем мĕнлерех "Флюгер" пулнине çыртăм кăна.Суйлав пирки Сувар TY ÿкернине кĕрсе пăх та нумай халап ан çап!
Agabazar // 2355.85.7661
2014.01.29 15:31
Agabazar
Чăваш Республикин Гимнĕн вырăсла версийĕнче ак çакнашкал йĕркесем пур:
"Народ народу — друг и брат,
Отныне и чуваш крылат,"
Эп çакăнти иккĕмĕш йĕркери и сăмаха хак пама сĕнетĕп. ("и чуваш" тени "даже чуваш" пĕлтерĕшлĕн янăрать).

Сайтçăсене аса илтеретĕп: "Борпа" унăн "шайккине" эп хама "эс" теме ирĕк паман.
Тай // 3913.58.4645
2014.01.29 15:55
Весен ачисем чавашлп каласас пулсан весем маттурсем-чан-чан чавашсем.Акапасар пек интеллигентсен ачисем чавашла пелмесер ашшесене намас катартас.Бор Тимер Карягина Тургайран веренер.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.29 19:47
Пĕтĕмпех "и" союзлă йĕркесене иртнĕ ĕмĕрте хăш вăхăтра çырнинчен килеть.Енчен йĕркесене те Андриян космоса вĕçсе кайнă хыççăн çырнă пулсан пĕр япала,енчен те чăваш конституцине çырнă хыççăн-- тепĕр япала, тата ытти те.

Страницăсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики