Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -8.7 °C
В мужчину,которого любят все женщины,не влюбится ни одна из них.
(В.Ключевский)
 

Akram: Пире марионеткӑлла конгресс кирлӗ мар

Akram13.10.2013 17:5735225 просмотров

Чӑвашра тухакан "Сӗтев" хаҫатра юлашки номерте Николай Лукиановӑн, историре юлнӑ ЧАП партийӗн лидерӗн республика пуҫлӑхӗн патне янӑ уҫӑ ҫырӑвӗ пичетленчӗ. Ҫак кунсенче редакци журналистне Илле Иванова экстремизм статьипе суд йышӑнӑвӗ кӑларчӗҫ. «Сӗтев» хаҫат» редакторӗ Э.В. Мочалов Хусана хӳтӗлекенсене аса илнӗ ҫӗртре хутшӑнчӗ.

Ҫак пурнӑҫра пурте пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑрать. Калӑпӑр, паянхи Чӑваш Наци Конгресӗ Илле Иванова хӳтӗлес ӗҫре пӗр чӗптӗм те хутшӑнмарӗ. ЧНК хӑй те темле аморфлӑ организаци, тӗрлӗ балаган-шоу ирттерекен структура пулса тӑчӗ.

Ансатлатсан, Чӑваш наци конгресӗ халӑха пӗр чӑмӑр пек пӑчӑртаса тӑракан япала пулмалла. Унӑн сферине чӑваш аталанӑвӗ, культури, вӗренӳ, пӗтӗмӗшле каласан пурнӑҫӗпе чунӗ кӗмелле. Паянхи конгресс пач урӑхла.

Халӗ ЧНК президентне суйлаҫҫӗ. "Сӗтев" хаҫатӑн тӗп редакторӗ Э.В. Мочалов Хусана хӳтӗлекенсене аса илнӗ мероприятире хӑйӗн шухӑшӗсене пӗлтерчӗ:

- Эпӗ чӑваш интеллигенцийӗ пӗтсе ларнине курса, чӑваш культури аталанманнишӗн пӑшӑрханса Николай Лукианова ЧНК президентне лартмалла тесе шутлатӑп. Ман шухӑшпа паян чӑваш правительстви ниме тӑман, халӑх интересӗсене хӳтӗлеме пултарайман структура. Ҫак структура, ЧНК президенчӗн пуканне хӑйӗн ҫыннине парасшӗн. Эппин ЧНК марионетка пулса тӑрать.

Игнатьев эшкерӗ президент ятне пӑрахӑҫларӗ, вӗсен йышӑнӑвӗпе Чӑваш ҫӗршывӗ патшалӑх пулма пӑрахрӗ, чӑваш йышӗ чакса пырать! Малалла вӗсенчен мӗн кӗтмелле? ЧНК та, вӗсен ҫынни ларсан, ҫавӑн пекех мемме пулса тӑрать! Апла ан пултӑр тесен, ЧНК президенчӗ Николай Лукианов пулмалла. Вӑл кӑна чӑваш аталанӑвне чӗм кӗртме, аталанӑва ҫӗнӗ импульс пама пултарӗ.

Анчах та правительство шайӗнчи тӗрлӗ каварҫӑсен планӗпе ЧНК президенчӗ вӗсене итлекен мемме пулмалла. Эппин чӑваш наци халӑхӗн пурнӑҫӗ ҫине хӗрес лартма тивӗ. Намӑс!

Ман шутпа, конгресс президентне суйласа хунӑ, делегатсене кама суйламаллине пӗлтернӗ, делегатсем ҫине хӑрушла пусӑм пырать. Ҫак плансене аркатас тесен, пирӗн октябрӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умне пымалла, делегатсенчен Николай Лукианова суйлама ыйтмалла. ЧНК президенчӗ – Лукианов Николай Егорович пулмалла! Кама халӑх шӑпи пӑшархантарать, кам хӑйне чӑваш патриочӗ тет, ҫав кун Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умӗнче конгрес пуҫланиччен пуҫтарӑнмалла, Лукианова суйлама ыйтмалла! Унӑн программи те пур, ытти кандидатсен нимӗн те ҫук! Мӗн ӗҫлеме пултараҫҫӗ вӗсем?

Мы за Лукианова Н.Е, за будущее чувашского народа. Правительства приходят и уходят, а народ остается. Пока же кукловод остается в тени, умело дергая за нити, запущенный маховик уничтожения чувашской нации набирает обороты. Нам не нужны марионетки и кукловоды!

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Якур // 1913.62.8351
2013.10.28 00:16
Киремет ан хуштăр кусемпе сĕтел хушшине пĕрле ларма. Кун пеккисен нимле шалти сăпайлăх та, йĕркелĕх те çук пулас.
Атнер // 3913.58.4645
2013.10.28 19:43
Киремет упратăр теесшĕн пулчĕ пулмалла Якур хăта.Çапла пултăр!
Agabazar // 9767.2.8258
2013.10.28 21:09
Agabazar
Пире марионеткăлла конгресс кирлĕ мар!
Тимлекен // 5557.2.9241
2013.10.28 21:59
Мĕн çырни чăна тухрĕ!

Национализм буржуазийĕ çĕнчĕ - унта халăх аталанăвĕ пирки, укçа ыйтăвĕ тăмасан, çăвар уçмалла мар...
Якур // 2073.68.7975
2013.10.28 22:35
Тавай кашни çапла çыратпăр:Пире марионеткăлла конгресс кирлĕ мар! Пин çыру, 10 пин, 100 пин е тата ытларах( О.Прокопьев реклами). Сана вулаканни эпĕ те Атнер.Ним те улшăнмасть. Кашни кун çыр, Акасапар. Эс наян, кашни кун çырмастăн! Туса пăх конкретлă ĕç.
Agabazar // 9767.2.8258
2013.10.28 23:42
Agabazar
Тимлекен:"Национализм буржуазийĕ çĕнчĕ" Тимлекенĕн ĕмĕчĕ тулчĕ! Пуять Еимлекен! Ыранах ăна Угаслов господин хăйĕн кĕсйинчен пĕр-ик миллион уйăрса парать! :-) Чăннипе вара таçта çичĕ ютра вилсе килнисен тăванĕсене те пулăштараймастпăр-ха. Калăпăр, ăçта ĕçленĕ çĕрти хуçасен кĕсйисене силлесе...
Agabazar // 9767.2.8258
2013.10.28 23:43
Agabazar
Тÿрлетÿ: Еимлекен мар, Тимлекен...
Agabazar // 9767.2.8258
2013.10.29 00:00
Agabazar
Тимлекен:"Национализм буржуазийĕ çĕнчĕ"Кама çĕнчĕ? Интернационализм буржуазине-и çĕнчĕ? Хăçан илтнĕ эсир Угаслов "националистла буржуй" тенине? Вăрттăн калам-ха тата: çĕршыв шайĕпе виçсен Угаслов господин вĕтĕ усламçă çеç. Форбс списокĕ патне те пыраймасть вăл.
ATNER // 8714.4.1861
2013.11.04 15:50
Терес çырать мочалов.Чавашсене петересси паллă.Упате шайĕнчи чăвшсемпе тем тума та пулать.игнтьеван мускава юрамалла урахла ĕç çук унăн.
Agabazar // 8402.7.7579
2013.11.05 13:02
Agabazar
"Вырăс маршĕ" ирттерекенсене вирлĕ хурав панă ятпа! Чемберленсем чĕтресе тăччĕр! Мĕн пирки каланине пĕлетĕр! http://www.irekle.org/news/i1450.html

Страницăсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, ... 13

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики