Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -8.7 °C
Человек в самом себе носит самого страшного из своих врагов.
(Ж.Ламетри)
 

Аçтахар Плотников: ЧНК делегачӗ кам пуласшӑн? (ХӐВӐРТ ХУРАВ КИРЛӖ!!!)

Аçтахар Плотников07.10.2013 20:3417812 просмотров

Юлташсем! Пӗлместӗп, ӗҫӗ пулса тухӗ-и, ҫук-и... анчах Чӑваш халӑх сайчӗ ятӗнчен ЧНК Аслӑ Пухӑвне депутат мандатне илме заявка тӑратасшӑн. Чӑваш халӑх сайтне ушкӑн пек палӑртма вӑхӑт ҫитрӗ пуль.

 

Кам ҫак ятпа ЧНК пухӑвне хутшӑнма хатӗр ман пата ҫырӑр-ха ( p-code@mail.ru е np@chuvash.org ) — тулли Хушамат, Ят, Ашшӗ ячӗ.

Кам ҫырма пултарать: енчен те эсир пирӗн пӗрлӗх ӗҫне менле те пулин тӳпе хывнӑ пулсан: Хыпарсемпе тултаратӑр, пӗр-пӗр проектра хастар хутшӑннӑ (словарьсем, илемлӗ хайлавсем сканерлани, тата ыт. те), Кун-кӗнеки пирӗн сайтра тытса пыратӑр (сахалтан та 10 ҫыру пулмалла унта), пӗр-пӗр аслӑ вырӑна йышӑнатӑр (администратор, модератор). Ҫак ҫынсем пурте пирӗн пӗрлӗх пайташӗсем шутланаҫҫӗ. Вӗсен йышне комментарисем кӑна ҫыраканнисем кӗмеҫҫӗ!

 

Хута эп юнкун кайса парасшӑн. Ҫавӑнпа та эсир хурава хӑварт парасса кӗтетӗп!!!

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 6433.1.3889
2013.10.10 00:50
Agabazar
Хальхи саманара Чăваштет пĕрлĕхĕнчен ЧНК пухăвне делегат пулманнине нонсенс вырăнне хума пулать. Нивушлĕ Мăн Канаш текенни ыйтăва тепре пăхса тухаймасть? Тата кăштах вăхăт пур вĕт пухуччен.
Agabazar // 6433.1.3889
2013.10.10 00:55
Agabazar
Тата кооптаци йĕркипе (http://dic.academic.ru/dic.nsf/ushakov/840210 ) кĕртме пулать. Устав, вăл чăнах та пурах пулсан, ун пеккине хирĕçлеме тивĕçлĕ мар пек...
Agabazar // 6433.1.3889
2013.10.10 01:03
Agabazar
ТАВАЙ КООПТАЦИ! — вăт çакăн пек лозунг кăларса тăратма сĕнетĕп. Вырăсла вариант татах та вирлĕрех пулма пултарать: ДАЁШЬ КООПТАЦИЮ!
Вихтăр // 3379.19.2643
2013.10.10 11:42
Кулянса вилсе каяп, нивушлĕ Акасапар Аслă Пухуна лексе сăмах илейместь. Якур е Тимĕр Акасапара тахçанах каланăччĕ хатĕрленме. Енчен те Акасапар пеккисем те Пухура калаçаймасан вăл Пухăва салатса çеç ямалла. Тăван халăхăн илтмеллех Унăн витĕмлĕ сăмаххисене!
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.10 14:58
Ур-РА! И.Иванов ирĕкре! Халь вăл халăхăн Аслă пухăвне хутшăнса самаях пулăшу пама пултарать.ДАЁШЬ КООПТАЦИЮ! Коптаци йĕркипе Иллене парас мандат! ДАЁШЬ мандат И.Иванову!
Атнер // 3913.58.4645
2013.10.10 15:48
Илле хăйне кăтартĕ-ха.конгресс куштанĕсем сехĕрленсе ÿкнĕ.
Agabazar // 3635.48.6092
2013.10.10 17:08
Agabazar
Конгресс куштанĕсем сехĕрленеç пуль-ха та, оргкомитет куштанĕсем хăйсене мĕнле туяççĕ-ши. Мандат илесси е илес маррине конгресс мар, оргкомитет палăртать. ДАЁШЬ КООПТАЦИЮ!
чунлах // 1111.05.9106
2013.10.10 19:51
Çынна тĕлĕнтеретĕр, пĕчĕк ачасем пекех
Тимӗр // 7662.4.3374
2013.10.10 21:43
Акапасар.Кам сан шутпа оргкомитет куштанĕ?Лукиянов,Цыпленков тата ыттисем?Е конгресс оргкомитечĕсенчисем?Тата çак кунсенче пĕрлĕхлĕ оргкомитет туса хурас шанчăк пур Станьял сĕнĕвĕпе ЧНК килĕшсен.
Ефим Н. // 4186.57.1361
2013.10.10 23:16
Иллене кооптаци кирлех мар, унсарах "мыскара" катарте-ха.

Страницăсем: 1, 2, 3, [4], 5

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики