Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -0.7 °C
Только тот добился успеха в жизни, кто прожил ее так,как хотел.
(Морлей)
 

Аçтахар Плотников: «Кӑлас» е «класс»?

Аçтахар Плотников19.08.2013 14:479904 просмотров

Вырӑс чӗлхинчен* кӗнӗ «Класс» чӑваш орфографийӗшӗн ыйту тӑратакан сӑмахсенчен пӗри. Тӗп падежра вӑл ҫаплах тӑрса юлать-ха, анчах ытти вӗҫлевсенче «темшӗн» вӗҫӗнчи пӗр с-не ҫухатать: класс, класра, класшӑн, класри, класа.

Ҫак ыйтӑва ҫӑмӑллатас тӗлӗшпе ман шутпа ҫак сӑмаха «КӐЛАС» тесе ҫырма йышӑнтармала: кӑлас, кӑласӑн, кӑласа, кӑласра, кӑласран, кӑласпа, кӑласпалан, кӑлассӑр, кӑласшӑн; кӑласӗ, кӑласӗн, кӑласне, кӑласӗнче, кӑласӗнчен, кӑласӗпе, кӑласӗпеле, кӑласӗсӗр, кӑласӗшӗн; кӑласӗсем, кӑласӗсен, кӑласӗсене, кӑласӗсенче, кӑласӗсенчен, кӑласӗсемпе, кӑласӗсемсӗр, кӑласӗсемшӗн; кӑласлӑ, кӑласла, кӑласӑнни, кӑласалла, кӑласшар, …

Лайӑн енсем:

1) ку форма сингармонизм сакунне пӑхӑнать;

2) чӑваш чӗлхишӗн тӑванрах курӑнма тытӑнать (витре, кӗрепле, кӗнеке пек);

3) ҫӗнӗ терминсем ӑсталама май парать: классификация — кӑласласси (кӑласлани; е кӑласлав); классифицируй — кӑласла (кӑласласа тух). Хальхилле ҫыру кун йышши терминсене ӑсталама май памасть — клас(с)ласси, клас(с)лани, клас(с)ла, клас(с)ласа тух — ытла та кӑнтаммӑн илтӗнеҫҫӗ, вӗсене калама та йывӑр.

Япӑх ен:

1) ҫӗнӗлле ҫырӑва хӑнӑхма/хӑнӑхтарма тивӗ. Анчах ку ӗҫ йывӑр мар ман шутпа. «Ҫӗр-шыв», «ӳсен-тӑран» сӑмахсене дефис урлӑ ҫыртарма ним мар пултартӑмӑр пулсан, ку ӗҫ те кӑткӑссисен йышне кӗместех ӗнтӗ.

_ _ _ _ _ _

* вырӑс чӗлхишӗн те вӑл ют-ха: тымаррисем ун латин чӗлхинчен пыраҫҫӗ; вырӑс чӗлхине хрантсус чӗлхинчен лекнӗ пулать; акӑлчан, нимӗҫ, испан тата ытти нумай чӗлхере пурӑнать.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 3445.3.1448
2013.08.23 16:43
Agabazar
Кунта чăн малтан çакнашкал самахсене икĕ пая пайлас пулать.
1)пайăр ятсем: Покрасс, Марр, Тамм, Крупп....
2)пайăр мар ятсем: класс, металл, балл, галл...
Пайăр мар ятсен вĕçĕсене пĕр саспаллипе çырма килĕшсе татăлма пулать. Пайăррисемпе —йывăртарах...
Васса // 3614.74.7998
2013.08.23 20:35
Апла пулсан -секăс,бокăс, кекăс,Маркăс,нефĕть-темелле.Вăйлă пулать!!!!
2013.08.24 09:18
Аçтахар Плотников
секăс мар ĕнтĕ, сингармонизм «секĕс», е «сĕкĕс» теме ыйтать. :) «Нефть» сăмаха валли тахçанах чăвашларах хурмă шыраççĕ...
Тепĕр енчен сăмах пуçламăшĕнче мар тăракан «кс»-сем пысăк йывăрлăх кӳмеççĕ, вĕсем чăваш чĕлхинче те чылай тĕл пулаççĕ.
Ман сĕнӳре пĕр сăмах кăна.
Васса // 2451.90.9854
2013.08.24 20:57
Вырăс сăмахĕсене вырăслах çырмалла ĕнтĕ....
Agabazar // 4027.86.6026
2013.08.24 21:41
Agabazar
Вырăс сăмахĕсене чăвашла текстра усă куратпăр пулсан тата вĕсене хамăр сăмахсарсене кĕртетпĕр пулсан — ВĔСЕМ ВЫРĂС СĂМАХĔ ПУЛМА ПĂРАХАÇÇĔ, ЧĂН-ЧĂН ЧĂВАШ СĂМАХĔ ПУЛСА ТĂМА ПУÇЛАÇÇĔ! Çитменнине тата класс сăмахăн чăн-чăн тымарĕсем латынь чĕлхинче мар-и-ха!
Agabazar // 4027.86.6026
2013.08.24 22:00
Agabazar
Васса:"Апла пулсан -секăс,бокăс, кекăс,Маркăс,нефĕть-темелле..." Çеккăс, боккăс, кеккăс, Марккăс, Нехтă. Анчах та, Админ каларĕ ĕнтĕ, кунашкал сăмахсем пирки мар кунта калаçу. Класс, прогресс, балл, галл йышшисем пирки пырать. чăВАШЛА текстсенче юлашки саспалли ытлашши пек туйăнать.
2013.08.24 23:48
Аксар Чунтупай
Пĕр сăмаха чĕлхе системинчен тăпăлтарса кăларса улăштарни ним ырри патне те илсе çитермĕ, тăвансем. Кирлĕ мар тăван чĕлхене ку пулăм. Усси вырăнне сăтăрĕ ытларах пулĕ...(кайĕ вара "цепная реакция" - выр.)
2013.08.24 23:49
Аксар Чунтупай
Тата кун йышши пулăм витĕр эпир тахçанах тухнă, каялла çăпата патне таврăнар мар ĕнтĕ...
2013.08.25 09:23
Аçтахар Плотников
Ман шутпа ку пĕрре те «çăпата патне таврăнни» мар. Хрантсуссемпе турккăсене чĕлхере çавнашкал реформăсем туни пĕрре те пăсман.
//тепĕр хут: сăмахĕ кунта пур сăмахсене те «калаçу хурми» евĕрлĕ куçарасси мар, пĕр сăмах пирки çеç. Ман шутпа ăна çавнашкал улăштарма чĕлху саккунĕ те хистет, орфографи ыйтăвĕ те.
Agabazar // 1136.91.6666
2013.08.25 11:21
Agabazar
Мĕнле пĕр вĕçĕм пĕр сăмах та пĕр сăмах теетĕр! Икĕ пĕр пек саспаллипе вĕçленекен мĕнпур сăмахсене пырса тивмелле ку. Тен пайăр ятсемсĕр пуçне.

Страницăсем: 1, [2], 3

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики