Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -8.7 °C
Искусство должно облагораживать людей...
(М. Горький)
 

Аçтахар Плотников: 20 ҫул хушшинчи улшӑну

Аçтахар Плотников20.03.2013 20:2158001 просмотров

Паян ман алла 1993 ҫулхи «Хыпар» лекрӗ. Кӑсӑклансах пӑхса тухрӑм. Ӑмсантӑм. Чӑн та ҫивӗч ыйтусене тӑратакан хаҫат пулнӑ-ҫке! 20 ҫул хушшинче вара мӗн улшӑннӑ? Тӗп редакторӗ те — ҫавах, Алексей Леонтьевах. Анчах тӗрлӗ хаҫатсем.

Ак, сӑмахран, пӗрремӗш страницӑри хыпарсем:

Хальхи «Хыпарта» унашкаллине кураймӑн ҫав... Питӗ шел.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 1988.42.5581
2013.03.21 14:21
Agabazar
Патвар:"... Е пачах хупмалла ку хаçата..."

"ХЫПАР" ПĔТСЕН ЧĂВАШ ТА ПĔТЕТ Влаçа кирлĕ япала валли укçа яланах тупăнать. Ку — аксиома.
Патвар // 1039.8.4424
2013.03.21 17:19
Леонтьевăн тĕп редактор пулса пĕр кĕнеке кăна кăлармалла-ши? Питĕ хакла ларать халăх ĕнси çинче кун пек "ĕç"! Акапасара: Хыпара кам вулать ялта, ыйтса пĕл. Пурте сураççĕ, пĕр витĕмлĕ статья та çук, а пурнăçĕ ялта хăвăр пĕлетĕр мĕнле. Укçине çивĕч кастаракансене памалла хаçат кăларма! Хулара эа вулап, Тимĕр тиражсене илнине илтнĕ эпĕ. Все, пĕтрĕ.
Тимер // 3819.67.8526
2013.03.21 19:31
10çул ХЫПАРçырăнман.Чăвашăн пуласлăхĕ мĕнле майпа Леонтьевăн хаçачĕпе çырăннă?Ток шоу ра хурав памарĕ:"Ачусем чăвашла пĕлеç-и?"-тесен.
Agabazar // 3587.66.7905
2013.03.21 19:43
Agabazar
"Хыпара" çăлса хăварас тесен мĕн тума пулать-ши? 1)Парламентăн вырăсла докуменчĕсен чăвашла куçарăвĕсене пичетлеме пăрахмалла. Мĕншĕн тесен вăл текстсем вулакансене пистереççĕ çеç. Чăвашла текстсен пурпĕрех ЮРИДИЦИЛЛЕ ВĂЙĔ çук! Çавăнпа вĕсене вуланин те усси çук! Чăваш Парламенчĕ документсене вырăсла çеç йышăнать. Чăвашла текстсемпе вăл аппаланмасть.
Agabazar // 3587.66.7905
2013.03.21 19:53
Agabazar
"ХЫПАРА" ÇĂЛСА ХĂВАРМАЛЛА! Леш "куçарусен" усси çуккине "Хыпар" хăй те пĕлет, анчах пурпĕрех ним те тумасть! ((Çырăнтару тапхăрĕ иртсе кайсан çеç пичетлеме тăрăшать вĕсене "Чееленсе"(?). Çынсем ухмах теççĕ-ши?)). :—(
Атнер // 3672.40.7488
2013.03.22 13:22
ХЫПАРА çăлса хăварас тесен тĕп редакторăн пĕтĕм халăх умĕнче кăтартмалла килĕнче ачисем чăвашла кашни кун ХЫПАРА вуласа ларнине.
Игорь Сайман // 6965.0.0501
2013.03.22 14:34
Мĕнле катартмалла? Пĕтĕм халăха пухăва пухса-и? Е телевизорпа-и? Анчах ăçта вăл пурте пăхакан Чăваш Телекуравĕ?
Тимер // 2405.97.0371
2013.03.22 15:22
Тĕп редактора кирлĕ мар чĕлхемĕр.Пĕр процессра та курман ăна чĕлхе хÿтĕленĕ çĕрте.800 çĕр пин чăваш пурăнать Республикăра.ХЫПАР хаçатăн тиражĕ 6пин.Ăçта кĕрен купипе выртать кантурсенче.Халăхĕ вуламасть е хаçачĕ интереслĕ мар?
Вихтăр // 6590.6.0667
2013.03.22 16:35
Сайман, Хыпара çăлмалла мар. Хыпар Леонтьев Алюша çăкăр( хушăран сăра ĕçкелеме) çиме кăна кирлĕ. Эсĕ ăнланатăн вĕт: Хыпара унăн чи çывăх çыннисем вуламаççĕ пулсан, мĕншĕн хаçат кăларса тăкакланмалла. Хăвна ху ан ултала. Сăмахран, чăваш юррисене юрлаканăн концертне тăванĕсем пымасан, мĕнле пек?
Agabazar // 3188.22.4892
2013.03.22 17:53
Agabazar
Вихтăр"...Сайман,Хыпара çăлмалла мар..." Мĕн темелле-ха ĕнтĕ пирĕн çак çынна? Чăвашах-ши вăл? "Хыпар" пĕтсен Леонтьев мар, ЧĂВАШ ХАЛĂХĔ ПĔТЕТ Эпир Леонтьева мар, чăваш халăхне çăлса хăварасшăн.

Страницăсем: 1, ... 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики