Agabazar // 3028.41.7605
2013.02.27 12:57 | |
Якур:"Акасапар! Ту та сут,сана феномен кăсăклантарать. Кунта нимле феномен та çук..." Енчен те çынсем кун пирки çыраççĕ, калаçаççĕ пулсан, эппин кунта ФЕНОМЕН ПУР. Феномен çук пулсан Володя та çак темăна уçмĕччĕ.ТАТА МĔНШĔН-ХА МАНА ТАПĂНАТĂН: ЭП МАР ВĔТ ТЕМĂНА УÇАКАННИ! Темăна кам уçнă, çавăнтан ыйт:МĔНШĔН ПИРЕ ПĂТРАТАТЬ??? | |
Якур // 1039.8.4424
2013.02.27 16:00 | |
Акапасар, эсĕ "хура тăваткал"-феномен тесе ĕнентересшĕн вĕт.Эпир нумайăшĕ ун пек япала çинчен йĕрĕнсе кулатпăр çеç. Леш эс панă адреспа вуларăм вĕт: комисси членĕсем хăйсем те йĕрĕнеççĕ, анчах çупа читнай çиесшĕн те "ĔÇ" тунă пек туса çÿреççĕ( молча курим, не глядя друг другу в глаза. Потом пожимаем друг другу руки и торопливо, быстро расходимся). | |
Якур // 1039.8.4424
2013.02.27 16:04 | |
Акасапар, хăвăн талантна урăх çĕрте усă кур. Урăх такам тĕвĕленĕ "шедеврсем" патне ан яр.Эпир,производство нушисене курнăскерсем, тĕнче çавăн пек тискер пурăннине тахçанах пĕлеппĕр. | |
Agabazar // 1564.7.2581
2013.02.28 09:53 | |
Якур:"йĕрĕнсе кулатпăр çеç..." Вăт çав йĕрĕнсе кулни пулать те ĕнтĕ феномен тени ФЕНОМЕН ПУЛМАСАН НИКАМ ТА КУЛМАН ПУЛĔЧЧĔ. ФЕНОМЕН мар япаларан пурте ним пулман пек иртсе каяççĕ. "Шедевр" патне яраканни эп мар. Володя янă. | |
Якур // 1039.8.4424
2013.03.01 08:53 | |
Володя шедевр патне яман. Вăл хăй йĕрĕннине пĕлтернĕ. А эсĕ, как истинный писака, подхватил знамя и давай писать, лишь бы писать. Хăв çак хушăра мĕн çырнисене çаврăнса пăх, логика çук. | |
унтри // 8747.3.7665
2013.03.02 21:26 | |
Мĕнма эпир Çеçпĕле е ыттисене хăпартатпăр? Пирĕн урăх никам та çук. Çеçпĕл çав хальхи вăхат"тăввткалĕ" кăна. Вуларарăм- "тăвваткал". | |
Игорь Сайман // 1631.77.1003
2013.03.02 23:22 | |
Вăт, вăт! Паян "Хура тăваткалтан" "йĕрĕнетпĕр", Геннадий Архиповран... Унтан пирĕн "йĕрĕнÿ", ав, Çеçпĕл патне куçать. Хамăртан хамăр йĕрĕнетпĕр. Çавăн пек вăл пурнăç тени. Геннадий Айхи Казимир Малевича питĕ хакланă, ашшĕ вырăнне хурсах хисепленĕ. | |
Якур // 1039.8.4424
2013.03.03 10:06 | |
Г.Айхи Нобель лауреачĕ, е великий мыслитель современности-ши? Эпĕ ун çинчен пĕрремĕш хут илтнĕ Чехинче 1989-мĕш çулта. Сборникне кăтартма пултаратăп. Ăна Европари хăйсене Элита пек шутлакан этемсем распиарили, мĕн ĕмĕрлĕхе асра, пуçра юлмалли çырнă-ши вăл? Çак феномена ăнлантарăр-ха, тархасшăн! | |
Игорь Сайман // 4092.25.2521
2013.03.03 12:45 | |
Г.Айхин ВЫРĂСЛА çырнисене эп хам та ăнлансах пĕтерейместĕп. Чăвашла çырнисене курнă, йĕркеллех пек. | |
Васса // 4051.59.7809
2013.03.03 14:16 | |
Якур тете,эсир хăвăрсăр пуçне кама та пулин хисеплетĕр-и, кăмаллатăр-и? Кам ятне те пулин асăнсан,эп Сире хăвăр кам иккенне калатăп. |