| Игорь Сайман // 1945.92.3579 2013.01.02 18:36 | |
| Тимер, курнă эп ачисем чăвашла пĕлнипе мухтанакан хула чăвашĕсене... ПАТНЕРЕХ ПЫРСА ПăХСАН чăн-чăн лару-тăру урăхларах иккенне ТŸРЕХ туйса илетĕн. Хăшĕн-пĕрин,чăн та, пĕчĕккĕ чухне калаçкалаççĕ пек. Ÿсерехпе пурпĕрех сивĕнеççĕ, мĕншĕн тесен çил ăçталла вĕрнине туйса илеççĕ. | |
| Аçтахар Плотников // 5043.2.1941 2013.01.02 19:18 | |
|  | «"Çулталăк çынни - 2012" палăртакан ыйтăма 200 çын та хутшăнайман иккен.»
 Унта «Ирĕклĕ сăмах» вулаканĕсем çеç хутшăнма пултарнă. Тата Çĕнĕ Çул уявĕнче ирттернĕ. Çак условисенче 130 çын хутшăнни те йĕркеллĕ. Ман шутпа. | 
| Игорь Сайман // 1945.92.3579 2013.01.02 19:58 | |
| Admin:"130 çын хутшăнни те йĕркеллĕ."
 МАЛАРАХ ПĔЛТЕРМЕЛЛЕ ПУЛНĂ... | |
| Аксар Чунтупай // 5199.1.2258 2013.01.02 21:38 | |
|  | Çемьере чăваш чĕлхин шăпи  çинчен шухăшлакан пур-ши? Ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ачине ялан çăмăл çулпа пурăнма телей пиллет, мĕншĕн тесен çамрăка чăваш пулма пурнăçра ай-яй йывăр... 
 Вăт, хула ачи мĕншĕн чăвашла калаçмасть? Мĕншĕн тесен чăваш чĕлхипе вăл хăйĕн пурнăçне малалла ярĕ-и - пĕлмест... Вырăс чĕлхи вара уншăн пĕтĕм тĕнче чĕлхи... | 
| Игорь Сайман // 3643.31.2783 2013.01.02 21:59 | |
| Тимер, тутарсемпе чеченсене аса илетĕр-ха та, анчах вĕсен те проблемăсем мăй таран. Ыйтса пăхăр Алсуран(Сафина-Абрамова), Земфираран(Рамазанова) е "Голос" конкурсăн кăçалхи çĕнтерÿçисенчен(Гарипова тата Каримуллина). Мĕнле чĕлхепе калаçса ÿснĕ вĕсем? | |
| Тимер // 3507.80.6853 2013.01.03 21:36 | |
| Игорь Сайман.Ачасем чăвашла пĕлни пирки ьухтаннине санран пĕрремĕш хут илтетĕп.Паллах, чăвашла калаçтарма килте питĕ йывăр.Анчах та вĕсем чăвашлăхшăн трибуна çинчен кăшкăракан ачисем пек:"скажи по русски"темĕç. | |
| Тимер // 3507.80.6853 2013.01.03 21:44 | |
| Чеченсемпе тутарсен те мăй таран пулсан-эпир вара пĕтнĕ халăх.Халăх поэчĕн писателĕн ачисем халăхăн чĕлхине пĕлменни вăл чăвашăн кăна.Алсупа Земфира вара маншăн авторитет мар.Киркоров та. | |
| Якур // 1039.8.4424 2013.01.04 10:28 | |
| Мĕн çинчен калаçатăн эсĕ, И.Сайман? Эсĕ те ытлашши тăнлă, е ... . Пирĕн чăваш çыравçисене, поэчĕсене, артисчĕсене, Юрăçисене тата тĕрлĕ шайри вĕрентекенсене нумайрах ача тăван чĕлхепе вĕренни кирлĕ пек, анчах та пурнăçра пачах урăхла. Вĕсен пурте Бизнесра кăна: ЧНК куштанĕсем пекех. | |
| Атнер // 4292.35.8506 2013.01.04 11:34 | |
| Якур питĕ тĕрĕс калан.Эсĕ асăннă çынсем вĕсем ухмахсем мар.Ачисене пустуй чăвашла вĕрентсе нушалантармаç.Мĕн парать вăл?-теç.Эпир кăна ухмахсем чакаланатпăр чăвашлăхшăн.Лайăх-и япăх-и чăвашлах калаçтарма тăрăшатпăр чи малтан тăван килте. | |
| Игорь Сайман // 3948.30.0131 2013.01.04 18:42 | |
| Ачасене килте чăвашла вĕрентмелле мар теместĕп эпĕ. Вырăс чĕлхине патшалăх "урса кайса" вĕрентет, чăваш чĕлхине - унчченхи инерципе çеç. Пурнăçри ытти вырăнĕсем тĕлĕшпе те çавах. Çакнашкал япалана ТАН МАР КОНКУРЕНЦИ теççĕ. Кунашкал "кĕрешÿре" хăшĕ çентерес пек туйăнать? | |
