Вол // 1434.82.6525 
  2012.02.07 16:55  | |
Çук. Математикăпа вырăс чĕлхине ЕГЭ майĕпех памалла пулать. Ыттисене вара хăвăр шкултах юрать. Анчах та 9мĕш хыççăн техникума каяс тетĕн пулсассăн кирлĕ предметсене ЕГЭ майĕпе парсассăн меллĕрех.  | |
Васса // 3608.65.7720 
  2012.02.07 17:10  | |
Елĕкхи пек сочинени е изложени те çырмаççĕ- и вара?  | |
Акулина // 2726.08.3405 
  2012.02.07 19:18  | |
Кам хушнипе пăрахăçланă? Çакна пĕлес килет. 11-мĕшсене кĕртсе панă пирки мар-и? Пĕр енчен, 9-мĕшсенне çăмăллатни лайăх, вырăс чĕлхипе те, математикипе те гиа ирттересине пăрахăçламалла. Хам вĕрентекен пулнипе питĕ аван пĕлетĕп экзаменсене мĕнле тыттарнине.   | |
Аксар Чунтупай // 3230.56.1044 
  2012.02.08 15:59  | |
Вунпĕрмĕшсем те чăваш чĕлхине суйласа илсе кăна тытаççĕ вĕт-ха, Акулина. Вĕсем республикипе те пĕр 100 ача пулĕ-и... Халь вара тăххăрмĕшĕнче те çапла пулĕ. Кăна эпир паян ăнланса илейместпĕр-ха, хамăр ĕçе (чăваш чĕлхи вĕрентекенсен ĕçне) çăмăллатнă пек туйăнать.   | |
Аксар Чунтупай // 3230.56.1044 
  2012.02.08 16:00  | |
Тепĕр 10 çултан класунтан тухса тарас килĕ ак, мĕншĕн тесен ачасенчен пĕри те анне чĕлхипе калаçмĕ... Çавăн патне пымалли çăмăл та яка çул ку!  | |
Владимир // 1725.85.9347 
  2012.02.08 16:49  | |
 Ку сăмах 9мĕш класс пирки кăна. Чăваш чĕлхи. Сочинени е изложени çырассине шкулта хусамăр йышăнăр.  | |
Акулина // 2777.42.0628 
  2012.02.08 17:07  | |
9-мĕшсем  чăваш чĕлхипе  гиа тытнинчен килет пулсан ялти ачасем класра чăвашла калаçассипе калаçмасси... Садикрисемех вырăсла калаçса ÿсеççĕ. Кăçал 1 класа килнисем пурте килĕсенче вырăсла калаçаççĕ.  Гиа мĕнне пĕлеççĕ-и вĕсем?  | |
Владимир // 1725.85.9347 
  2012.02.08 19:43  | |
 Кăçалтан чăваш чĕлхипе экзамен майне шкул хăй йышăнать.   | |
Галина // 1446.59.3519 
  2012.02.09 07:00  | |
Пирĕн шкул ачисем пурте чăваш чĕлхипе экзамен суйласа илнĕ.   | |
Аксар Чунтупай // 2793.05.9612 
  2012.02.09 17:19  | |
Садике çÿрекен ачасен ашшĕ-амăшĕсем савăнсах ÿкрĕç ĕнтĕ... Тинех чăваш чĕлхи суйласа илмеллисен шутĕнче... Кĕçех вĕренÿ программинчен кăларса пăрахĕç ăна. Вара ĕçĕ те пĕтнĕ чăваш чĕлхипе... Кахал çав эпир. Камран тĕслĕх илетпĕр?  | |
