Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -8.7 °C
Нужда - это шестое наше чувство, заглушающее нередковсе остальные.
(М. Сафир)
 

Аçтахар Плотников: Наци политики кирлӗ

Аçтахар Плотников21.10.2011 12:0319440 просмотров
Ак, каллех, пирӗн Элтепер халӑх патне Ҫырупа тухасшӑн. Официаллӑ сайтра та унта мӗн кӗртмелли пирки халӑхран сӗнӳсем пуҫтарма пуҫланӑ. Тӗп ыйту — ҫынсен пурнӑҫ шайне ӳстересси, пурнӑҫа лайӑхлатасси, хӑтлӑлатасси, меллӗрех тӑвасси. Тепӗр майлӑ каласан — вӗт-шакӑр ыйтусем. Пысӑк шайри ыйтусене ҫӗклемӗ ӗнтӗ. Мӗн тӑвӑн — суйлав-ҫке ҫывхарать. Ҫавах та ҫакна сиссе те пулин алӑ усса ларас мар, кӑшт кирлӗ ыйтусене те ҫӗклеме пулӑшас :)
Наци политики кирлӗ — чӑвашшӑн ман шутпа ҫак чи пысӑк та пӗлтерӗшлӗ ыйту! Мӗн вӑл наци политики? Вӑл чӑваш чӗлхи, вӑл пирӗн Чӑваш ҫӗрӗ, халӑх интересӗсем. Чӑваш чӗлхи мӗн шайра пулмалла? Чӑваш Ен тата ун халӑхӗн интересӗсене епле хӳтӗлемелле. Чӑваш культурине епле майпа Раҫҫей е тӗнче шайне кӑларасси. Хӑш вырӑнта чӑвашӑн вырӑнӗ — ҫӗрулми кӑларакан уйра е хулари пысӑк технологиллӗ компанинче? Чӑн та, пӑхатӑн та чӑвашлӑх ҫине — хуйхӑ кӑна. Ун тӑрӑмӗ хальхи вӑхӑтра инкеклӗ те мар — хӑруш пысӑк инкекре (ҫамрӑксем чӑвашла калаҫманни, хуласемпе райцентрсенче калаҫу чӗлхи вырӑс чӗлхи пулни [вӑл юнашар ялсене те витӗм парса тӑни] пирки калаҫу та ҫук. Чӑваш чӗлхишӗн влаҫрисем кӑшт тӑрӑшни курӑнать пулин те вӑл ытла та пӗрчӗн-пӗрчӗн курӑнать /шыв ӗҫес тӗлӗшпе ҫырмари ҫӑла витрепе каяс вырӑнне курка ҫӗклесе кайниех/). Тутарсемпе е пушкартсемпе танлаштарсан пирӗн халӑхӑн наци туйӑмӗ ытла та хавшак. Мӗн калӑн, ҫармӑссемпе ирҫесем те ку тӗлӗшпе самай вӑйлӑрах пек туйӑнаҫҫӗ. Чӑвашшӑн хӑй чӑваш кӑна тӑрӑшайрать — тутарӗн, вырӑсӗн, ҫармӑсӗн хӑйсен интересӗсем, вӗсен хӑй халӑхӗсем пирки шухӑшламалла. Наци политики пирки шухӑшлама вӑхӑт тахҫанах ҫитнӗ — ку ыйтупа ӗҫлеме пуҫламаллах.
Ҫакна асра тытмалла: вӑрманти пур йывӑҫран «ай, епле хитре» тесе хурӑна кӑна хӑварсан унашкал вӑрмантан нихҫан та йӗкел кӗтсе илеес ҫук, мӑйӑр та татса сиес ҫук. Тӗрлӗ нацилӗх вӑл пирӗн ҫӗршывӑн пуянлӑхӗ пулмалла, ӑна аталанма чаракан сӑлтав пек курмалла мар. Вырӑслатас политикӑна (ун пирки уҫҫӑн каламаҫҫӗ пулин те — ҫав япала пурнӑҫланса пырать, ӑна пурте кураҫҫӗ) сивлемелле, пирӗн халӑх чӑваш чӗлхипех калаҫмалла.

Вуламалли
Наци политики кирлӗ
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Тимер // 5574.4.5423
2011.11.10 21:01
Чăваш чĕлхине вĕрентекенсем умĕнче пуç тайатăп. Анчах вĕрентнипе хÿтĕлени тата кашни утăмра кĕрешни хушшинче уйрăмлăх питĕ пысăк. Тата пур журналист Илле Иванов.
Тимер // 5574.4.5423
2011.11.10 21:05
Хулара чăвашла вĕрентекенĕн килĕнче ачисем тăван чĕлхепе калаçаççĕ пулсан ыранах пырса ун умĕнче пуç тайăп.Тата хамран парне парăп.
ВалерИк // 3999.38.3087
2011.11.11 15:17
Эсир,тăвансем,хăвăр хушăрта çапла ЧĂВАШЛĂХА УПРАС тени лайăх ĕнте.Анчах та çак калаçу 20-30 çул каяллах пулсаччĕ...
Елена // 6353.1.4066
2011.11.11 19:43
Ку калаçу 20-30 çул каялла кăна мар, 50-60 çул каялла та пулса иртнĕ. Ун чухне те чĕлхене упраса хăварасси пирки калаçнă. ПУР ВĔТ-ХА ЧĔЛХЕ, ПУР! ЭПИР ПУРĂНТПĂР! Апла пулсан калаçнин усси те пулатех.
Акулина // 2229.59.0679
2011.11.11 19:46
Тимĕр! Эсĕ тата ялта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсенчен ыйтса пăх-ха, ачисене атте-анне тесе калаттаракансем миçен-ши?
Тимер // 5574.4.5423
2011.11.11 20:14
Эпĕ хам ухмах пуçпа шутланă:ялта чăваш чĕлхи вĕрентекенсен ачисем хăть атте-анне теççĕ тесе.Апла мар-и мĕн? Хăрушла намăс.Тутарсем мĕн тесе шутаç ĕнтĕ пирĕн пирки.
Васса // 1744.47.7810
2011.11.12 21:10
Халь тутарсем хушшинче те папа-мама текенсем курăнкалаççĕ...
Акулина // 3762.09.3185
2011.11.13 10:33
Эпир чăвашлăхшăн тăрăшатпăр текенсенчен нумайăшĕн ачи-пăчи, мăнукĕсем чăваш пулса çитĕнмеççĕ. Çавăнпа пирĕн чăваш халăхĕ вăйсăрланни ЮНЕСКО пĕлтермесĕрех паллă. Тимĕр, санăн вара?...
Тимер // 5574.4.5423
2011.11.13 12:36
Акулина,мĕншĕн эсĕ мана пĕр май кÿрентересшĕн? Манăн пĕчĕк хĕрĕм,паллах,атте-анне тата кукаçей-кукамай,кукки-мăнакки тесе чĕнет.
Тимер // 5574.4.5423
2011.11.13 12:40
Тутарсем хушшинче папа-мама çукпа пĕрех. Пулсан та ун пек тутар хисепре мар.Ун пек çын вĕсен трибуна çинчен мĕнле тутар чĕлхине упрас пирки палккама пултараймасть.

Страницăсем: 1, 2, [3], 4, 5

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики