Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -8.7 °C
Бог помогает не большим батальенам, а тем кто лучше стреляет.
(Вольтер)
 

: Чӑваш халӑхне ПРЕЗИДЕНТсӑр хӑварчӗҫ

04.09.2011 10:2615000 просмотровИзменить Удалить
Чӑваш Патшалӑх канашӗн депутатчӗсем ( "Единая Россия" ушкӑнӗ ) ҫак тискерлӗхе туса хучӗҫ. Игорь Моляков, Виктор Ильин, Андрей Кулагин депутатсем ҫеҫ хирӗҫ тӑрса каларӗҫ. Паян - Президентсӑр, ыран - Республикӑсӑр, тепӗр кун - чӗлхесӗр тӑрса юлӑпӑр. Чӑваш Республикин Конституцийӗне халӑхпа калаҫмасӑр, унтан вӑрттӑн, Пӗрлех Раҫҫейӗн " чаваш уписем" пӗр шутламасӑрах "Республика Хуҫи" ҫине ылмаштарчӗҫ. 90-мӗш ҫулсенче чӑваш паттӑр ачисем Президент туса хурас тесе нумай вӑй хунӑ, митингсем иртернӗ, "голодовка" тытнӑ.
Ӑҫта кайса пӗтрӗҫ ҫакӑн пек патвар та хапӑр чӑваш арӗсем?
Ҫак кун Чӑваш патшалӑхне пӗтерес пӗрремӗш утӑмӗ пулчӗ. "Чаваш уписен" хушшинче хӑйсене " эпӗ- чӑваш халӑх ачи" тесе нумай кӑкӑра ҫапакан депутатсем пур. Анчах та чӑваш халӑхне ура ҫине тӑратас , мӗскӗнлӗхе пӗтерес ҫӗртре - шыв сыпнӑ пек лараҫҫӗ.
Чӑваш нации конгрессӗ Президента хӑварас пирки нимӗн те чӗнмерӗ. Ҫавӑнпа Авӑн 2-мӗшне малашне каледарьте - чӑваш халахӗн хура палли туса хума чӗнетеп.
http://gov.cap.ru/hierarhy.asp?page ... 2287/1091256/1094515
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

2011.09.14 21:08
Аксар Чунтупай
ТУРКАЙ в опале...
2011.09.14 21:09
Аксар Чунтупай
Туркай ăçта ĕçленине те никам та пĕлмест те...
Тайр // 1692.99.9866
2011.09.17 09:44
Туркай-чăваш халăх поэчĕ.Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ фонд пуçлăхĕ.Питĕ нумай ĕçлет.Çак кунсенче Дагестана кайса килчĕ.
Евгений // 2615.68.9468
2011.09.18 22:49
Чăваш Республикин пуçлăхĕн ятне чăвашла çырас тетĕр пулсан тĕрĕс çырăр, тархасшăн. "Элтепĕр" мар "ЭЛТĔПЕР" темелле. Ку сăмах этимологийĕ "элĕн (патшалăхăн) тĕп арĕ" пулать.
2011.09.18 23:28
Аçтахар Плотников
Халь тепĕр хут шыраса пăхрăм та — ытларах «ЭлтЕпЕр» тесе çыраççĕ иккен. Юхма Мишши те, хаçат-журналсенче («Тантăшра» тĕл пулчĕ) те.
Темшĕн унччен шыранă чухне «ЭлтепĔр» тĕрĕсрех пулнине тупнăччĕ.
//этимологине вара кам епле пултарать — çапла ăнлантарма тăрăшать :)
Евгений // 8263.0.3641
2011.09.19 10:21
"ЭлтЕпЕр" вырăс чĕлхи витĕме пулса кайнă пулĕ. "Элтĕпер" сăмахпа эпир, тĕрĕссипе, халиччен усă та курман. Çавăнпа пăтранатпăр. Президент ятне чăвашла çапла каласан вырăнлă пулмалла пек туйăнать."Пуçлăх" тени вара килĕшÿсĕр. Пуçлăхсем ăçта та пур.
Атнер // 5574.4.5423
2011.09.20 21:03
ЭЛТĔПЕР сăмахĕн тымарринче ТĔП сăмах палăрать.Эл,пĕлетпĕр ĕнтĕ,пĕлтерет çĕршыва,е патшалăха.Апла пулсан,ЭЛТĔПЕР тесен тĕрĕсрех те сумлăрах пулĕ.
2011.09.20 22:12
Аçтахар Плотников
Ку сăмах тахçан авал пулса кайнă. Мĕнле пулни пирки тавçăрма çеç пултаратпăр. Халь ăна çĕнĕлле çырма тытăнасси — шутласа кăларнă сăмах тăвасси пулать. Искуствăллă сăмах пулĕ. Чĕрĕ сăмах мар. // тĕслĕхрен, «улмуççи» вырăнне «улма йывăççи» патне тарăнни пек // Сăмахсем улшăнаççĕ, пин çул каялла та вĕсем хальхи пек илтĕнни, хальхи сăмахсемпе ăнлантарма тăрăшни — тĕрĕс мар.
2011.09.20 22:15
Аçтахар Плотников
//малалли
Хăвăрах пăхăр — чул (чол) сăмаха эпир халь «чал» теместпĕр-иç («Чаллă Çыр» пирки калас пулсан). Урхамахĕ те пирĕн «урхамах», «аргамак» мар.
Евгений Мадуров // 3503.54.8408
2011.09.21 21:14
Малалли
Сăмах пĕлтерĕшне Станьял хăй ăнлантарса пама пултарать. М. И. Скворцовпа Н. И. Егоров та пулăшма пултараççĕ. Сăмах май, пирĕн енче улмуççие "улма йывăççи" тесех калаççĕ.

Страницăсем: 1, [2], 3

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики