Аксар Чунтупай // 3895.20.0989
2011.05.18 13:08 | |
Çын хăйне хăй тăшман пулмасть ĕнтĕ... Философи кирлĕ мар кунта. Чĕлхепе пĕрле наци пĕтет, наципе пĕрле культура пĕтет. | |
Аксар Чунтупай // 3895.20.0989
2011.05.18 13:11 | |
Мĕн, Архипов айăплă-им кунта? Наци политикине ЧНКан мар, патшалăхăн тытса пымалла. ЧНК вара гражданла обществăн пĕр пайĕ çеç. | |
Тимер // 8568.8.6851
2011.05.18 18:03 | |
Патшалăхăн пин тĕрлĕ ĕç. Конгресăн вара пĕрре:чĕлхене упраса хăвармалла. Чĕлхе пĕтсен-халăх пĕтет. Халăх укçипе панă ĕç пÿлĕмĕсем,машина,ĕç укçи Архипова. Усси ăçта? | |
сувар // 1617.12.9040
2011.05.19 10:23 | |
Мĕн тума ЧНК еврей сенатора Леонид Лебедева ĕçрен кăларассишĕн тăрăшмасть? Пуш параппан пек çатăталтма пĕлеççĕ, чăваш халăхĕшен политикăра тăрăшмаççĕ | |
Пуян // 5202.1.0440
2011.05.19 20:08 | |
Чăваш республикине чăваш çынни хÿтĕлемелле,унсăрăн халăхран кулни пулать . | |
Якур // 8568.8.6851
2011.05.19 21:34 | |
Федоров вăхăтĕнче чăвашсен икĕ сенаторĕ те пач ют çынсем пулнă. Премьер-министр пулнă чăвашла пĕлмен гинеколог Суслонова. Ăçта пулнă Аксар Чунтупайпа халь сиксе тухнă Архипов? Мĕнле камит ку? | |
Аксар Чунтупай // 2666.09.2156
2011.05.23 16:36 | |
Камитле калаçса камит тăвар мар-ха... Тăн тытма та пĕлмелле. Архиповпа Суслонова пеккисем пуррипе сĕр-шыв арканмасть... Демагоги вара арканма çеç пулăшать. Çын хыççăн ан кайăр. Хăвăр шухăша аргументацилеме тăрăшăр. вара Сире итлеме те юрать. Атту, артист шайне анса ларма пит ансат... Жириновский пек. | |
Тайр // 1702.38.7516
2011.05.26 09:58 | |
Чунтупай пирĕншĕн хисепе çухатрĕ. Питĕ шел. Унта та кунта та лайăх пуласшăн. Ун пек пулмасть вăл пурнăçра. | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2011.05.26 10:31 | |
Юлташсем, туссем! Мĕн эсир ним çукран кĕвĕçмелли, вăрçмалли шыратăр? Мана яланах пĕр япала тĕлĕнтерет — енчен те кам та пулин кӳрентечĕ пулсан пуçлаççе вара ыттисене те çав çынна хирĕç тăратма.
Архипов пĕрисене кӳрентернĕ пулсан пĕтĕм халăх ăна хирĕç тăмалла мар ĕнтĕ! | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2011.05.26 11:09 | |
«Чунтупай пирĕншĕн хисепе çухатрĕ. Питĕ шел»
Мĕн енĕпе ĕнтĕ? Архипов уншăн килĕшмен çын пулманран-и? Архипов сире килĕшмест пулсан пурне те вăл килĕшмелле мар тесшĕн-и? Апла мар пулсан — «сирĕнпе мар» имĕш вăл, çапла-и? Архипова (ыттисене те) епле хисеплесси, унăн тивĕçĕсене хакласси — кашнин хăйĕн ĕçĕ. |