Тимĕрке Митяй // 2266.34.0364
2011.04.13 21:03 | |
Ма уйрăм, Акатуйне тахçанах уявлаççĕ,Самар енче - кашни çул , Акатуй уявлама хăнана килĕр. | |
Тимĕрке Митяй // 4290.70.0493
2011.04.13 21:28 | |
Эпир хăрамастпăр. Кăçал ПĔТĔМ ЧĂВАШ ХАЛĂХĔН АКАТУЙ июнень 1-4 Ульяновскĕнчĕ иртĕ. Кунта вуласа пĕлме пултараттăр - http://www.ul.aif.ru/culture/news/32089

Павловский Николай Геогиевич // 9855.2.0465
2011.04.13 22:04 | |
Самарта,Чĕмпĕрте,Тутарстанра,тата ытти çĕрсенче Акатуй уявĕ анлă иртни çакна çеç пĕлтерет:Актуя ОФИЦИАЛЛĂ МАЙПА,ОФИЦИАЛЛА ХУТПА(указ,килĕшÿ...)"ПĔТĔМ ЧĂВАШ ХАЛĂХĔН УЯВĔ"тесе палăртма(пулас КУНĔпе)вăхăт çитнĕ.Малашне,çак праçнике,пĕр вăхăтра уявласа,чăвашсем хăйсене ПĔР ХАЛĂХ пек уçăммăн туйĕç."Партизанщина"вырăнне саккунпа,халăхăн авалхи йĕркипе чунтан тунă УЯВ килĕ. | |
Павловский Николай Геогиевич // 9855.2.0465
2011.04.13 22:41 | |
Чăвашлăх хастар çынсем çинче тăни çеç,паянхи пурнăçра-питĕ сахал,шанчăклă мар.Чăвашлăх-саккун майĕсемпе тунă тĕп-фундамент,йĕркесем çине таянса пырса аталанса пымалла.Хуллен ЧĂВАШЛĂХ СИСТЕМИ малалла та утмалла,пĕр çĕрте чарăнсан-тепĕр çĕрте талпăнмалла.Нацин паллă,асăнмалли,уявламалли кунĕсене халăх пурнăçĕн календарьне кĕртесси-питĕ лайăх тĕллев тесе шутлатăп. | |
Тимĕрке Митяй // 2266.34.0364
2011.04.13 23:00 | |
Шухăшăр питĕ тĕрĕс! Çапла пултăр! | |
Атл // 4257.73.3145
2011.04.14 18:33 | |
Великий Праздник народа - День Полёта А.Г.Николаева в Космос - впервые человек был в Космосе столько времени.
Он всегда казался Чудом. А кто -то хочется остаться в паганизме(в язычестве).Паганини...Вся природа -музыка, ни исламист, ни христианин никто без природы, как и буддист и атеист.Она - Кормилица -Мать.Из Природы пришли - в Природу уйдём.Каждый. | |
Силюка Валери // 2880.05.8668
2011.04.15 00:31 | |
Пирĕн авалхи тĕн вăл,пирĕн истори,йăла-йĕрке тата ватă асаттесен чысĕ,хисепĕ. Пиншер çул çак тĕнпе упранса чăмăртаннă.Никам та каялла каясси пирки калаçмасть,пуррине упраса хăварасчĕ. Календарьне тумаллах,питĕ лайăх шухăш. Атл эсĕ мĕн каласшăн пултăн, кĕтетĕп. | |
Тимĕрке Митяй // 3125.60.8464
2011.04.15 08:05 | |
Атл, пишет:
А кто -то хочется остаться в паганизме(в язычестве). Исконная этническая чувашская религия Турăç и культура на её основе не может относиться к языческой по определению. Если есть желание, можем подискутировать по этому поводу в теме форума. | |
Павловский Николай Геогиевич // 2971.11.4991
2011.04.15 08:39 | |
Хăшпĕрисем çав хĕресе курнă та... ухмаха йернĕ.Чăваш тĕнне пула эпир сыхланса юлнă , паян хамăра "чăваш" тесе калама пултаратпăр.А.Г.Николаев чăваш космоса тухнине чăваш халăх праçникĕсен календарьне кĕртсен питĕ аван пулать.Ку япала ЧĂВАШ ТĔНЧИШĔН,пĕтĕм тĕнчешĕн-питĕ пысăк пулăм. | |
Павловский Николай Геогиевич // 2971.11.4991
2011.04.15 09:50 | |
ПĔТĔМ ЧĂВАШ ХАЛĂХĔН УЯВЛАМАЛЛИ КУНĔСЕН ЙĔРКИ(календарĕ).

"АКАТУЙ"-çĕртме(июнь) уйăхĕн пĕрмĕш вырсарникунĕнче.Акатуй-авалтан,ĕмĕрсемпе çĕр ĕçĕпе пурăнакан чăваш халăхĕн УЯВĔ.

"ЧĂВАШ ЭТЕММИ ТĔНЧЕ УÇЛĂХНЕ ТУХНĂ КУН"-çурла(август) уйăхĕн 11-мĕшĕнче.А.Г.Николаев 1962-мĕш çулхи çурлан 11-мĕш кунĕнче космоса тухнă ятпа.

Тата мĕн хушма пулать? |