Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
Цепь брака тяжела, иногда приходится нести ее втроем.
(А. Дюма-сын)
 

: Амӑшӗ хӗрӗ валли каччӑ шырать

11.04.2011 15:4910978 просмотровИзменить Удалить
Кашни амӑшӗн ӗмӗчӗ - ачисене телейлӗ пултарасси. Манӑн та хӗрӗме телейлӗ тӑвас килет, ҫавӑнпа ун валли каччӑ шырама Интернета тухрӑм. Пӗрре те шӳтлеместӗп. Манӑн хӗрӗм - илемлӗ, ӗҫчен, тирпейлӗ, ӑслӑ, пултаруллӑ,ырӑ кӑмӑллӑ, ӑста алӑллӑ,вӑл пӗҫернӗ апата ҫисен чӗлхене ҫӑтса яма пулать. Кашни ӗҫе тӗплӗ тӑвать, йывӑрлӑхра пулӑшма яланах хатӗр,ҫынпа калаҫма пӗлет, ҫавӑнпа ӑна ялта та, вӗреннӗ ҫӗрте те, ӗҫӗнче те яланах ырлаҫҫӗ. Университетра 5-мӗш курсра вӗренет, ҫав вӑхӑтрах ҫур ставкӑпа ӗҫлет те. Ӗҫӗ чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ. Хӗрӗм хулари пурнӑҫа килӗштермест, яла юратать. Мӗнле идеалла хӗр ку теҫҫӗ пуль пӗрисем... Кашни амӑшӗшӗн хӑйӗн чӗппи чи лайӑххи теме пултараҫҫӗ теприсем. Чӑваш хӗрӗсем чылайӑшӗ ҫакӑн пек мар-и вара теме пултаратӑп эпӗ сире хирӗҫ. Манӑн пӗр хӗр кӑна мар, анчах та хальлӗхе ыттисен йӗркеллех-ха. Кӑна мӗн пулнӑ-ши тетӗр пуль? Пулнӑ ҫав. Хӗрӗмӗн савнийӗ - ял каччиех, ниҫта та ӗҫлемест (хушӑран шапаша кайса килкелет), ӗҫет, туртать, техникумран та вӗренсе тухаймарӗ, кӑмӑлӗ енчен - хамӑн куҫ умӗнчех ӳснӗ те -аванах мар, ӗҫсен йӗрки ҫукрах.. Ну, калӑр-ха, нивушлӗ манӑн пӗлсе тӑрсах ҫак каччӑпа ҫемье ҫавӑрттармалла ачама? Мӗн нуша курма? Шухӑшласа пӑх тесе калакаланӑ эпӗ хӗрӗме, анчах унпа ан ҫӳре тесе хытарса каламан. Кам пӗлет, тен, кайран хама айӑплаҫҫӗ тенӗ. Ҫак кунсенче хӗрӗм: "Савӑн, анне, тек унпа ҫӳреместӗп",_ терӗ. Ку сӑмахсене пӗр хутчен ҫеҫ каламан мана хӗрӗм, ҫавӑнпа ним тӑхтаса тӑмасӑр ӗҫе пуҫӑнас терӗм. 22-ре ман хӗрӗм. паллах, пӗччен пулмалла мар унӑн. Хамӑр ялта халиччен тепринпе ҫӳренӗ пирки тек никампа та калаҫас ҫук-ха вӑл. Тӗрӗссипе, ӗҫмен-туртман каччӑ ҫук та темелле кунта. Вӗреннӗ ҫӗрте пӗтӗм хӗр. Ӑҫта тупмалла-ха йӗркеллӗ каччӑ? Ӑҫта ҫӳрет-ши ун валли турӑ ҫырни?.. Пулӑшӑр-ха!!!
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

2011.04.12 14:21
Мĕнле йĕркеллĕ каччă кирлĕ çире, шырама тытăниччен тĕпĕ-йĕрĕпе çырса парăр-ха,тархасшăн.
Mama // 2023.87.4361
2011.04.12 16:29
28-30 çулсенчи.Ÿсĕрĕ усал ан пултăр.Хăйĕн амăшне те, арăмне те хисеплетĕр.
Саня матки Валерикки // 1191.47.4581
2011.04.12 17:33
Хăш спектакльтен,мĕнле камитрен илсе çырнă-ши ку чаплă монолога? Ай,ăшран шутласа кăларнă "калав" ку? Мĕскĕн амăшĕпе шеремет хĕрĕ... Чăн-чăн хуйхă сирĕн!
Пер херарам. // 3946.81.6869
2011.04.12 17:43
Пер енчен тĕрĕс тăваççĕ амăшсем, тепĕр енчен...пăсăлман тавара хуть хăçан та илеççĕ, эпир те çавăн пекех кĕтсе пурăннă хамăрăн пĕртен пĕрскерне, кĕтсе илнĕ, турра шекĕр,аванах пурнатпăр,сирĕн те васкамалла мар пек туйăнать, амăшĕ хăй 18 качча кайнă пуль ĕнтĕ, çавăнпа хĕрне хăвăртрах ăсатасшăн.Тата çакна каласшăн, кунта ытларах сĕре ăслă этемсем генсемпе гунсем çинчен те, сувар-пăлхарсем çинчен сÿтĕлеççĕ, пирĕн пеккисем валли ним калаçмалли те çук, çак хĕрĕн амăшне эп çын евĕрлĕ тема çырса янăшăн тав тăвасшăн, пире чăваш хĕрарамĕсене чăхсемпе хурсем çăмарта пуçлани çинчен калаçни те вырăнлă.Тавах сире амăшĕ.
Володя // 2092.29.8655
2011.04.12 20:37
"Ăçта тупмалла-ха йĕркеллĕ каччă? Ăçта çÿрет-ши ун валли турă çырни?.. Пулăшăр-ха!!! "Хĕрĕмĕн савнийĕ - ял каччиех, ниçта та ĕçлемест (хушăран шапаша кайса килкелет), ĕçет, туртать, техникумран та вĕренсе тухаймарĕ, кăмăлĕ енчен - хамăн куç умĕнчех ÿснĕ те -аванах мар, ĕçсен йĕрки çукрах.. Ну, калăр-ха, нивушлĕ манăн пĕлсе тăрсах çак каччăпа çемье çавăрттармалла ачама? Мĕн нуша курма? Шухăшласа пăх тесе калакаланă эпĕ хĕрĕме, анчах унпа ан çÿре тесе хытарса каламан. Кам пĕлет, тен, кайран хама айăплаççĕ тенĕ"
Хĕрÿ 22 çула çитнĕ. Çак вăхăтра çемье туса ача çуратмалла. Хăв ухмахне халăха ан кăларсамччĕ!
Пер херарам // 7863.3.2836
2011.04.13 19:05
Володя чăн чăваш арçынĕ пек çынна хăртма çеç пĕлен пулмалла,нормальнăй амăшĕ хĕрĕшĕн пăшăрханать,эсир ăна кÿрентеретĕр, хуласенче те аван каччăсем çук пулмалла халь,çавăнпа ял каччисем çине пăха пуçларĕç хула хĕрĕсем.Пирĕн яла 3-4 хулара ÿснĕ хĕрсем качча килсе аванах ĕне суса пурнаççĕ.Ачисене те чăвашлах вĕрентеççĕ.
2011.04.13 19:10
Володя çырнă:
Хăв ухмахне халăха ан кăларсамччĕ!
Тăванăн,м.ш.п. çапла калама кирлĕ марччĕ. Пулăшу ыйтаканне пулăшмалла.
Амăшĕ // 1310.02.7496
2011.04.13 20:55
Тимĕрке Митяя хуравласа пĕтереймерĕм-ха (клавишăна йăнăш пусрăм пулмалла. Малалла хуравлатăп:
1) йĕркеллĕ каччă пурнăç тăвас ĕмĕтпе пурăнать пулсан е шкул пĕтернĕ хыççăн ăçта та пулсан вĕренет, е ĕçлет. Куçăмлă майпа вĕренме май килмерĕ пулсан куçăмсăр та пулсан - хальхи саманара вĕренни кирлех, алла илнĕ профессипе ĕçлемесен те - çын аталанать, тавра курăм ÿсет, пурнăç çине урăхларах куçпа пăхма пуçлать.
2) йĕркеллĕ каччăн илемĕ сăн-питре мар, чунра пулмалла (çынлăх тени - кĕскен каласан).
3) йĕркеллĕ каччă тăван халăха, тăван чĕлхене хисеплет.
4)вăл идеал пулмалла мар , анчах эрех-сăрапа иртĕнет пулсан - вăл йĕркеллĕ каччă мар. Тавах сана, Тимĕрке Митяй, амăшĕн хутне кĕнĕшĕн. Эсĕ йĕркеллĕ каччă (çамрăк пулсан та, ватă пулсан та).
Амăшĕ // 1310.02.7496
2011.04.13 20:59
Mama, эпир иксĕмĕр те хĕрĕмĕрсемшĕн чунсене ыраттаратпăр. Хĕр 22-ре е 25-ре пулнинче мар кунта ĕçĕ - вĕсене телейлĕ тăвас шухăш канăçсăрлантарать пире пурне те... Тата эпĕ хĕре 22-рех качча парасшăн тесе çырманччĕ пулмалла.
Амăшĕ // 1310.02.7496
2011.04.13 21:15
Саня матки Валеркки! Хисеплĕ чăваш тусăм, эсĕ арçынах пулĕ тесе шутлатăп - ятна ни арçынла , ни хĕрарăмла çырман пулсан та. Сана вара эпĕ йĕркеллĕ çын шутне кĕртместĕп: эсĕ çамрăк каччă пулсан - хăв манăн хĕрĕн савнийĕ пулнăскер евĕрли. çемьеллĕ пулсан - эсĕ ача тутарайман арçын пулмалла: сан чуну пĕрре те ачушăн кулянмасть , эсĕ аппаллă е йăмăклă пулсан - санăн вĕсем е ытла та телейлĕ, е ытла та телейсĕр. Спектакльти монолог пек туйăнать пулсан пĕл: эпĕ чăваш чĕлхи вĕрентетĕп, çавăнпа монологсем çырас пултарулăхăм пур пулмалла. Тĕрĕссипе каласан, манăн ачамсем пурте маттур, ăслă, пултаруллă. Çавăнпа вĕсен мăшĕрĕсем те (вăхăт çитсен çемье çавăрма) йĕркеллĕ çынсем пултарас килет. Мана,ытти йĕркеллĕ чăваш çыннисем пекех, чăваш халăхĕн малашлăхĕ шухăшлаттарать. Чăваш халăхĕн генофончĕ тенине илтнĕ-и эсĕ Валеркки юлташăм? Вăт шутласа пăх: йĕркесĕр çемьесенче йĕркесĕр ачасем çуралаççĕ те чăваш халăхĕ вăйсăрлансах юлать. Ахаль те ялсенче кил сиктерсе алкашсем пурăнаççĕ. Тен, пур чăваш ялĕнче те ун пек мар пуль - пирĕн пĕчĕк ялта пурте куç умĕнче... Тата юлашки сăмах: сана амăшĕсен хуйхи нихăш енчен те пырса тĕкмест пулсан - кунта çырмасан та пултаратăн.

Страницăсем: 1, 2, [3], 4

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики