Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2011.05.09 22:49 | |
«мама»-«папа» тенинче те айăпĕ пур пулĕ те, анчах та тĕп сăлтавĕ вăл мар. Мана, сăмахран, «мама»-«папа» теме вĕрентнĕ. Анчах та килте яланах чăвашла калаçнă. | |
Елена // 2666.09.2156
2011.05.10 08:54 | |
эп те папа-мама тесе ÿснĕ.Маншăн атте-анне сăмах - мама-папа сăмахпа пĕр тан.Вăл маншăн ЮТ. Ати-апи сăмах вара тĕлĕнмелле чуна çывăх. Ачасем кун пек чĕнсен чĕре ирĕлсех каять. ачамсем те çакна сисрĕç. Хăйсемех апи теме пуçларĕç. | |
Тимер // 8568.8.6851
2011.05.10 11:14 | |
Папа-мама вăл принциплă япала. Ачаранах пуç мимине кÿртетпĕр вырăсли çÿллĕрех шайра,кирлĕрех пулнине. Сан пеккисем вара чăн патриотсем,Микулай,çукпа пĕрех. Ма тутарсен папа-мама çук? | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2011.05.10 11:35 | |
Ĕç-пуç принциплинче мар. Хăнăхнинче, усă курнинче. Тăваттăн «папа-мама» тенĕ хыççăн пиллĕкмĕш те «папа-мама» тет. Тăваттăн вырăсла калаçсан пиллĕкмĕш те вырăсла калаçĕ. Халăх хăйсен пуçĕпе шухăшласшăн мар-çке. Ыттисем мĕнле — вăл та çапла тăвать. Ыттисенчен уйрăм (çын хыççăн каймасăр), принципиаллă, хăйне евĕрлĕ пурăнма пултаракансем — сайра. | |
Акулина // 2571.60.3660
2011.05.11 15:28 | |
Аттен шăллĕ Çĕпĕрте пурăннă, ачисене папа-мама тетернĕ. Кайран яла куçса килнĕ, вĕсем хыççăн эпир те, пĕчĕкскерсем, папа-мама тесшĕн пулнă. Атте пире чăвашлах калаттарса ÿстерчĕ. Атте çĕнтернĕ. | |
Атл // 1144.31.3791
2011.05.11 19:51 | |
3 çулччен 3 тĕрлĕ чĕннĕ кÿршĕ ачисенчен илтсе:апи,мама,анне - ачашăн интереслĕ..Атте- ялан атте.2-3çулта юрланă:"Манмаспр-манмаспр нихçан та.." Малалла мĕнле - пĕльместĕп | |
Елена // 2666.09.2156
2011.05.16 09:13 | |
Ачасем 7 çула çитсен апи теме пуçларĕç. Хăйсемех. Малтан выляса калатчĕç пулсан, халĕ - ăнлансах. Апи тесен - эпĕ хам сисмесĕрех ырă енне улшăнатăп иккен. Амăш туйăмĕ халь тин вăрана пуçларĕ. | |
Тимĕрке Митяй // 3125.60.8464
2011.05.16 16:00 | |
shanchak çирнă:
Ачасем 7 çула çитсен апи теме пуçларĕç. Аттене атте теççĕ-и? | |
Елена // 2666.09.2156
2011.05.16 16:46 | |
Аттене хальлĕхе папа теççĕ. Атти теме вĕренеççĕх пулĕ тетпĕр | |
Тимĕрке Митяй // 3649.50.6070
2011.05.16 18:26 | |
Мана та çав папа теççĕ.Атте тесен питĕ килĕшеччĕ те, хале мăнуксене асатте теме вĕрентес тесе шутлатăп:). |