Тимер // 1002.35.2043
2011.03.29 11:00 | |
Халăх ,паллах, паянхи кун питĕ хавшак хамăрăн историне пĕлменнипе.Мăнаçлăх туйăмĕ пач та çук пирĕн."СУВАР"фонд зпир аслă та мăнаçлă халăх пулнине тата пирĕн хамăрăн патшалăхăмăр пулни çинчен аса илтерсех тăрать. | |
Саня матки Валерикки // 5224.9.1947
2011.04.04 07:53 | |
Мăнаçлăх вăл чăвашлăха маннинче мар,тăван чĕлхепе калаçма вăтаннинче мар, ытти халăх хушшинче хăвна мăнаçла тытма пĕлнинче,урăх халăхпа тус-юлташла пурăнма пĕлнинче.Ни вырăс мар, ни чăваш мар пеккисем хунаса кайнине пĕтереймĕпĕр."Сэ ля ви" темелли çеç юлĕ. | |
Володя // 2092.29.8655
2011.04.12 20:20 | |
"Мăнаçлăх вăл чăвашлăха маннинче мар,тăван чĕлхепе калаçма вăтаннинче мар, ытти халăх хушшинче хăвна мăнаçла тытма пĕлнинче,урăх халăхпа тус-юлташла пурăнма пĕлнинче" Эсĕ питĕ тăнлă çын. Ан чах та тăван чĕлхене чăваш ачине шкулта çине тăрсах вĕрентмелле. | |
Саня матки Валерикки // 2356.10.7329
2011.04.15 18:02 | |
Эсир,хисеплĕ Володя,асăрханă пуль юлашки çулсенче мĕн чухлĕ чăваш ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисене чăвашла калаçма вĕрентмеççĕ.Менталитечĕ вара çав шăпăрлансен чăваш та,вырăс та мар.Килте тумалла ăна! Шкул çине тĕллесе ним те пулмĕ!Çакна тума питĕ пысăк тăн кирлех те мар! | |
Силюка Валери // 2636.52.7813
2011.04.17 00:08 | |
Атнер.Сăварсен патшалăх ĕçĕнче хушăнас тесен парти туса хумаллах.Пăлхарсен партине тума Кубрат пур.Чăн-чăвашсем тупĕç ,кам çумĕнче чăмăртанмаллине.Çакăн пек партисенчен депутатсем пулсан, еврей Совет Федерацинче ларас çук. | |
Силюка Валери // 2636.52.7813
2011.04.17 00:14 | |
Мана сăварсен партине çырма пултаран.Йышпа ĕç тума лайăх. | |
Саня матки Валерикки // 4920.8.8600
2011.04.17 06:26 | |
Йшăнăр мана тесе эп те ал çĕклетĕп. | |
Акулина // 1499.04.5883
2011.04.17 09:09 | |
"Шутласа пăхăр ха ентешсем: Чăваш культура министрĕн 3 çумĕсенчен иккĕшĕ: Вячеслав Фошинпа Лира Тазетдинова чăвашсем мар, чаваш культури пирки нимĕн те пелмеççе, анчах çав вăхăтрах паллă та пултаруллă режиссер Вячеслав Оринов пек талантлă çынсем ĕçсĕр юлчĕç."
Çакăнта çырнине Игнатьев президента пĕлтермелле е ăна хăйне сĕнÿ памалла çак сайта кĕрсе пăхма. | |
Тимер // 8568.8.6851
2011.04.17 11:08 | |
Министрсем шайĕпе ĕçлеме туса хунăччĕ ĕнтĕ чăваш конгресне. Пĕтерчĕç Архиповсем. Тек акатуй пирки пуплеççĕ. Йĕркеллĕ те сумлă конгресс пулсан Игнатьева та çăмăлрах пулатчĕ ĕçлеме. Конгресăн заявлени тума та хал çитместь вĕт-ха чĕлхене хÿтĕлес тесе. | |
Атнер // 8568.8.6851
2011.04.17 18:31 | |
Паянхи суварсем хушшинче ятлă-сумлă çынсем нумай. Сăмахран:халăх художникĕ Агеев. Академик Трофимов суварсене хисеплет. Парти тума шутламастпăр. Аксакалсемпе канашламалла. Паянхи кун суварсен пĕрлешес юхăмĕ вăйланса пырать. |