Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
+2.3 °C
Кто выпячивает себя, лишается преимущества.
(Лао Цзы)

: Чӑваш ялӗсен ячӗсем мӗншӗн вырӑсла?

02.02.2011 14:0713098 просмотровИзменить Удалить
Чӑваш ялӗсен ячӗсем мӗншӗн вырӑсла?
-урам ячӗсем
-ҫул кӑтартмӑшӗсем
(ялӗсенче,УЙКАСА пӗр вырӑс та ҫук, анчах кама валли Ойкассы тесе ҫыраҫҫӗ?)
ИШЕК - ишаки?
ТЕНИ - тенеево?
ЩӐХАЛЬ - ямбахтино?
урамӗсем тата:
ТӖП урам - ул.Горького?
ЛЕШКАС - заовражная?
ХЫҪАЛТИҪУТ - ул.Южная?....
Мӑшкӑлаҫҫӗ-?

От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Атнер // 5539.8.0414
2011.02.03 12:23
Хĕрлĕ Чутай районĕнче пур МОЧЕИ ял.Чăвашла Мучикасси тенĕ ĕмĕрех.Паллах вырăсла йĕркеллĕ илтĕнместь.Вырăнти влаçсен улăштармалла ку намăса.
2011.02.03 21:55
Аçтахар Плотников
«ж» тени вăл сире туйăнать кăна. Чăваш чĕлхинче икĕ уçă сасă хушшинче тăракан хупă сасă янравланать. Анчах та ун янравлăхĕ вырăсла «ж» пекех мар, кăшт çемçерех. Танлаштарсан, 40-60% теççĕ. Тепĕр майлă каласан вăл «ш»-па «ж» хушшинче. :)
Танлаштарăр (тăваткал хăлăпсенче /скобкăсенче/ ансан транскрипци):

иш [иш'] — плыви
ише-ише [иж'э-иж'э] — плавая
ишнĕшĕн [иш'н'ьж'ьн'] — за плавание (ку сăмахра пĕрремĕш «ш»-па иккĕмĕшши хушшинче уйрăмлăх пур — малти янравсăр, тепри янравлă)

Сăмахĕ пĕрре, сасси вара тĕрлĕ аффикса пула расналанать.

транскрипцире:
ь — ĕ
э — е
' — çемçелĕхе пĕлтерет
ыттисем — çав сасăсемех
2011.02.04 21:42
Аçтахар Плотников
«ише» те пур (ман тĕслĕхре «ише-ише»-çке /ише-ише вăл ывăнса çитрĕ/), «ишсе» те пур.
Пер херарам // 1531.75.5167
2011.02.04 21:49
Ял ячĕсене вырăсла куçарнă чух кантурсенчи пуçлăхсен ăсĕ-халĕ
çавăн чухлĕ çеç пулнă пулмалла.Пирĕн ялти урам ячĕсене те вырăсла Пушкин, Роза Люксембург,Карл Либкнехт,Карл Маркс,Бебель ячĕсене парса пĕтернĕ, халĕ те çаплах, пуçлăхсем тăван халăх культурине пĕлмен ун чух, парти хушман,Патăрьел районĕнчи Ахпÿрте Ахпердино тесе куçарма мĕнле пуçлăх ăс çитернĕ-ши тата?
Santăr // 3639.36.9713
2011.02.05 09:46
Нумай чăваш ялĕн ячĕ вырăс чĕлхине тутар чĕлхинчен кĕнĕ. Хусан ханствине аркатнă хыççăн Хусана пăхăннă вырăнсем Мускав айне лекнĕ май ясака тÿлемелле пулнă вĕт.Хучĕсене Мускава куçарнă пуль. Тата вăл вăхăтри чиновниксен нуммайăшĕ икĕ чĕлхеллĕ (вырăс тата тутар) пулнă пулас.
levlant // 8824.7.1543
2011.02.11 11:18
Мĕне пула хамăртан хамăр мăшкăлатпăр?

Çак ял ячĕсене пире валли çич ютсем мар хамăр çынсемех çырса хунă.

"Анаткас" сăмаха петĕм халăх вулаять. Чăвашсем вара "АНАТКАС+ы" тесе çырнă.

"Юнтапа" пĕр чăваш саспалли (Ă,Ĕ,Ÿ,Ç) те çук пулин те темшĕн "ЯНДОБА" теççĕ.

"Вутлан" -"ВОТЛАН+Ы"

ОЙ,ой... Тем пек намăс.Чыса яратпăр. Çак ял ячĕсене пире Чулхуларан килсе çырса паман, хамăр чăвашсемех çырнă.
2011.02.11 13:52
Ман шутпа, урам ячĕсене вырăсла куçарма юрамасть, мĕншен тесен чăвашла урам яче çухалса кайять. Акă эпĕ Лачака урамра çуралнă, халĕ ăна улица Болотная тесе вырăсла куçарнă. Урамĕн чăваш ячĕ пĕтрĕ, эпир(ваттисем) леш енне кайсан, накам та чăвашла урам ятнĕ пĕлмĕ. Ман шутпа Лачака урам ятне улăштармасăр хăвармаллаччĕ.
Пер херарам // 1609.48.0462
2011.02.11 17:26
Сирĕн урамăра турра шĕкĕр вырăсла Болотная теме пĕлнĕ-ха, сăмах май каласан Лачака урамĕ тенишĕн ним савăнмалли те çук пек туйăнать.Пирĕн ялта вара сельсоветра йĕм çĕтсе ларакансен фантазийĕ Люксембургпа Маркссăр пуçне ним те шутласа кăларайман, хуть Школьная, Луговая, Зеленая тесен те темех марччĕ.Халăх пурпĕр чăвашлах калать урам ячĕсене.Аптрамастпăр!
2011.02.11 18:12
Аçтахар Плотников
Лачака урамĕ тем тесен те Болотнăйăнчен тăванрах. Хуть те Болотнăй, хуть те Лачака — çавах мар-и... пĕр япалана пĕлтереççĕ. Болотнăй теме юрасан ма вара Лачака тес мар?

Ман атте ялĕнче урам ячĕсем питĕ илемлĕ — Хăрах урам, Пилĕк килли, Пуян картиш, Шапа (Шака) çырми, Ваçли картиш, Лешайкки. Чылай ял çыннийĕ (аслăраххисем) чăвашлисене лайăх пĕлеççĕ, вырăслисене аран-аран аса илеççĕ. Эп хам та пĕлместĕп. http://zakupki.cap.ru/kladr сайт кăтартать: Васильева, Восточная, Лесная, Николаева, Овчинникова, Речная, Школьная. Хăшĕ хăшинпе пĕр килнине пĕлместĕп.

Страницăсем: 1, 2, [3]

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики