Н.В.Ермаковӑпа Т.В.Горбунова пухса хатӗрленӗ
АШШӖ-АМӐШНЕ ХИСЕПЛЕССИ МӖНРЕН КИЛЕТ
"Ҫыннӑн чи пысӑк ӗҫӗ ҫынна ырӑ тӑвасси мар, ҫынна усал тӑвасран хӑйне хӑй чарасси. Эпӗ кирек мӗнле ҫынна та ҫапла каласшӑн: эсӗ мана ырӑ ан ту, анчах мана усал тӑвасран хӑвна ху чар", - тенӗ чӑвашсен паллӑ поэчӗ Митта Ваҫлейӗ хӑйӗн кун-ҫул кӗнекинче.
Мӗн вӑл ҫынлӑх? Митта шучӗпе, хӑй асӑннӑ йӗркене тытса пырсан тӗнче йӑлтах чиперленсе улшӑнать. Анчах ҫапла пулма чун-чӗрере, кӑмӑл-туйӑмра, ӑс-пуҫра куна тума хистекен вӑй-хал ҫуралмалла вӗт-ха. Ҫынлӑха вӑратакан, ӑна сӗткен парса тӑракан ҫӑлкуҫран тухмалла вӑл.