Раздел Русско-чувашского словаря под редакцией Сергеева Л.П., Васильевой Е.Ф. бежать, бегать — чупса çӳре, чупса пыр, чуп целый день бегал на улице — куиĕпе урамра чупса çурерĕм белить — шурат маляр белит потолок — маляр мачча шуратать беречь — перекетлĕ тыткала, тирпейлĕ тыткала ученик бережет книги — вĕренекен кĕнекесене тирпейле тытать беседовать — калаç, пупле, калаçса лар, сăмахла товарищи беседовали тихо — юлташсем шăппăн калаçса ларчĕç беспокоить — чăрмантар, кансерле никого не беспокою по пустякам — кирлĕ-кирлĕ маршăн никама та чăрмантармастăп бить — хĕне, ват маленьких нельзя бить — пĕчĕккисене хĕнеме юрамасть благодарить — тăв ту благодарю вас — сире тав тăватăп, тавтапуç, тавах сире благоухать — ырă шăршă кăлăр цветы благоухают — чечекем ырă шăршă кăлараççĕ бледнеть — шурал, шурăх его лицо бледнеет — унăн сăн-пичĕ шуралать блестеть — йăлтăртат, çиç, çутал звезды блещут — çăлтăрсем йăлтăртатаççĕ блуждать — çĕтсе çӳре, çухалса çӳре мы блуждали в лесу — эпир вăрманта çухалса çӳрерĕмĕр богатеть — пуй, пуянлан наше хозяйство богатеет — пирĕн хуçалăх пуянланать бодать, бодаться — тĕк, сĕк наша корова бодается — пирĕн ĕне тĕкет болеть I — чирле товарищ болеет ангиной — юлташ пыр шыççипĕ чирлет болеть II — ырат у меня болит голова — манăн пуç ыратать бороться — кĕреш мы боролись в лесу — эпир вăрманта кĕрешрĕмĕр бояться — хăра, шиклен товарищ боится темноты — юлташ тĕттĕмрен хăрать брать, взять — ил мы книги берем в библиотеке — зпир кĕнекесене библиотекăрăн илетпĕр бросать, бросить — пер, ывăт ребенок бросил камень — ача чул ывăтрĕ брызгать, брызнуть — сирпĕт, пĕрĕх братишка любит брызгать водой — шăллăм шыв сирпĕтме юратать быть — пул летом я был в деревне — çулла эпĕ ялта пултăм варить — пĕçер мама варит суп — анне яшка пĕçерет вбежать, вбегать — чупса кĕр, чупса хăпар, чупса улăх кошка вбежала в комнату — кушак пӳлĕме чупса кĕчĕ вбить, вбивать — çапса кĕрт, çапса ларт отец вбил гвоздь в стену — атте стенана пăта çапса лартрĕ вдеть, вдевать — тир, кĕрт, чик девочка вдела нитку в иглу — хĕрача йĕпе çип тирчĕ вдохнуть, вдыхать — сывласа ил я вдохнул свежий воздух — эпĕ уçă сывлăша сывласа илтĕм везти — турттар, турт лошадь везет телегу — лаша урапана туртать велеть — хуш учитель велел прийти через час — вĕрентекен тепĕр сехетрен килме хушрĕ верить — ĕнен, шан нельзя верить слухам — çын сăмахне ĕненмелле мар вернуть, возвратить — тавăр, тавăрса пар, каялла пар не забудь вернуть книгу — кĕнекене тавăрса пама манса ан кай вернуться, возвращаться — таврăн брать вернулся из армии — пичче çартан таврăнчĕ вертеть, вращать — çавăр, пăркала сестренка вертела куклу — йăмăк пуканене пăркаларĕ вести, водить — çавăтса пыр люблю вести братика под руку — шăллăма аллинчĕн çавăтса пыма юрататăп вешать I — çак мы вешаем картины на стену — эпир картинăсене стена çине çакатпăр вешать II — виç, турттар отец вешает на ручных весах — атте алă тарасипе турттарать видеть, увидеть — кур мы видели много фильмов — эпир нумай фильм курнă винить, обвинить — айăпла винить товарищей легко — юлташсене айăплама çăмăл внести, вносить — кĕрт, хуш внести в список — списока кĕрт войти, входить — кĕр бабушка вошла в избу — асанне пӳрте кĕчĕ, кукамай пӳрте кĕчĕ воспитывать, воспитать — пăхса (вĕрентсе) ӳстер школа воспитывает хороших детей — шкул лайăх ачасене вĕрентсе ӳстерет впустить, впускать — кĕрт мы впустили кошку в дом — эпир кушака пӳрте кĕртрĕмĕр вредить, повредить — сиенле, сăтăр ту, сиен кӳр курение вредит здоровью — чĕлĕм туртни сылăхшăн сиенлĕ вскакивать, вскочить — сиксе тăр ученик вскакивает со своего места — вĕренекен хăйĕн вырăнĕнчен сиксе тăрать вскрикнуть, вскрикивать — кăшкăрса яр, çухăрсă яр друг вскрикнул от испуга — тус хăранипе кăшкăрса ячĕ вспоминать, вспомнить — асă ил, астуса ил я вспомнил первого учителя — пĕрремĕш вĕрентекене аса илтĕм вспыхивать, вспыхнуть — сиксе тух, пуçланса кай неожиданно вспыхнул спор — сасартăк тавлашу сиксе тухрĕ вставлять, вставить — кĕртсе ларт, хуш вставить пропущенные слова — сиктерсе хăварнă сăмахсене кĕртсе ларт встретить, встречать — тĕл пул, хирĕç пул отец встретил товарища — атте юлташне тĕл пулчĕ встретиться, встречаться — курнăç, тĕл пул, хирĕç пул они встретились в поле — вĕсем хирте тĕл пулчĕç выбивать, выбить — çĕмĕр, çапса кăлар выбить стекло — кантăк çĕмĕр выбрать, выбирать — суйла, суйласа ил ученик выбрал книгу — вĕренекен кĕнеке суйласа илчĕ выбросить, выбрасывать — кăларса ывăт, кăларса пăрăх дедушка выбросил мусор — асатте çуп-çапа кăларса ывăтрĕ, кукаçи çӳп-çапа кăларса ывăтрĕ вывести, выводить — илсе тух, çавăтса тух брат вывел лошадь из конюшни — пичче лашана витерен çавăтса тухрĕ выгонять, выгнать — хăваласа кăлар (яр) сестренка выгоняет кошку из дома — йăмăк кушака пӳртрен хăваласа кăларать выдавать, выдать — пар в библиотеке выдают книги — библиотекăра кĕнекесем параççĕ выделять, выделить — палăрт, паллă ту мы выделяем ударение в словах — эпир сăмахсенче ударение палăртатпăр выдержать, выдерживать — тӳс, чăт, тӳссе ирттер, чăтса ирттер мы выдержали все трудности — эпир пур йывăрлăхсене те чăтса ирттертĕмĕр выдумать, выдумывать — шухăшласа кăлар, шухăшласа туп товарищ выдумал новую игру — юлташ çĕнĕ вăиă шухăшласа кăларчĕ выехать, выезжать — кай, тухса кай отец выехал в лес — атте вăрмана тухса кайрĕ выжить, выживать — чĕрĕл, чĕрĕ юл, хăтăлса юл раненый выжил — аманнă çын чĕрĕлчĕ выздороветь, выздоравливать — сывал, черел товарищ скоро выздоровел — юлташ часах сывалчĕ выигрывать, выиграть — выляса ил выиграть кубок — кубок выляса ил выйти, выходить — тух, тухса кай сосед вышел из комнаты — куршĕ пӳлĕмрен тухрĕ отец выехал в поле — атте хире тухса кайрĕ вылететь, вылетать — вĕçсе тух птичка вылетела из клетки — кайăк читлĕхрен вĕçсе тухрĕ выложить, выкладывать — кăларса хур ученики выложили тетради — вĕренекенсем тетрадьсене кăларса хучĕç вынести, выносить — илсе тух, йатса тух мама вынесла вещи из комнаты — анне япаласене пулĕмрен илсе тухрĕ выпадать, выпасть — тухса ӳк книга выпала из рук — кĕнеке алăран тухса ӳкрĕ выписать, выписывать — çырса ил выписать примеры из книга — кĕнекерен тĕслĕхсем çырса ил выплыть, выплывать — ишсе тух мужчина выплыл на берег — арçын çырана ишсе тухрĕ выполнить, выполнять — пурнăçла, пурнăçа кĕрт, ту, туса пĕтер ученик выполнил все задания — веренекен заданисене туса пĕтерчĕ выпросить, выпрашивать — ыйтса ил, тархасласа ил я выпросил книгу — эпĕ кĕнеке ыйтса илтĕм выпрыгнуть, выпрыгивать — сик, сиксе ан, сиксе тух кошка выпрыгнула из окна — кушак чӳречерен сиксе тухрĕ выпустить, выпускать — кăлăр, кăларса яр мальчик выпустил кошку из комнаты — арçын ача кушака пӳлĕмрен кăларса ячĕ вырывать, вырвать — туртса (тăпалтарса) кăлар не вырывайте листок из тетради — тетрадь листине тăпăлтарса ан кăларăр высыхать, высохнуть — тип, типсе лар, кушăх трава высохла — курăк кушăхнă выскочить, выскакивать — чупса тух, сиксе тух он выскочил из дома — вăл пӳртрен чупса тухрĕ он выскочил из-за кустов — вăл тĕмсем хыçĕнчен сиксе тухрĕ выспаться, высыпаться — тăраниччен çывăр, çывăрса тăран я сегодня не выспался — эпĕ паян çывăрса тăранман выучить, выучивать — вĕрен, вĕренсе çит ученик выучил стихотворение — вĕренекен сăвă вĕреннĕ глотать — çăт глотай осторожно — асăрханса çăт глядеть — пăх, тинкер женщины глядели в окно — хĕрарăмсем чӳречерен пăхрĕç гнать, гонять — хăвала бабушки гоняли стадо — асаннесем кĕтӳ хăвалаççĕ говорить, сказать — кала, пĕлтер они говорили правду — вĕсем чăннине каларĕç гореть — çун свеча горит — çурта çунать готовить — хатĕрле, ту ученик готовит уроки — вĕренекен уроксем тăвать греть — ăшăт, хĕрт, пĕçерт мама греет воду — анне шыв ăшăтать греться — ăшăн, хĕртĕн дети грелись у костра — ачасем кăвайт умĕнче ăшăнчĕç грохотать — кĕмсĕртет, халтăртат, танкăртат гром грохочет — аслати кĕмсĕртетет дарить, подарить — парноле, парне пар нам подарили книги — пире кĕнекесем парнелерĕç дать, давать — пар нам дали тетради — пире тетрадьсем пачĕç делать — ту отец делает стол — атте сĕтел тăвать делить — пайла, вакла, валеç, уйăр учитель делит учеников на группы — верентекен ачасене ушкăнсене уйăрать держать — тыт, тытса тăр мать держит ребенка за руку — амăшĕ ачине аллинчен тытса тăрать добраться, добираться — çит, килсе çит, çитсе ӳк дети еле добрались до дому — ачасем арăн киле çитсе ӳкрĕç доиграть, доигрывать — выляса пĕтер, пĕтиччен выля артисты доиграли пьесу — артистсем пьесăна выляса пĕтерчĕç докончить, доканчивать — туса пĕтер, вĕçлесе пĕтер, вĕçне çитер дети докончили дело — ачасем ĕçе вĕçне çитерчĕç долететь, долетать — вĕçсе çит птица долетела до гнезда — кайăк йăвине вĕçсе çитрĕ дочитать, дочитывать — вуласа тух, вуласа пĕтер ребенок дочитал книгу — ача кĕнекене вуласа пĕтерчĕ дружить — туслаш, туслă пул мы дружили долго — эпир чылайччен тусла пултăмăр дышать — сывла дети дышали свежим воздухом — ачасем уçă сывлашпа сывларĕç есть, поесть — çи, апатлан, апат ту дети едят яблоко — ачасем пан улми çиеççĕ жалеть, пожалеть — хĕрхен, шелле дети жалеют животных — ачасем чĕр чунсене хĕрхенеççĕ ждать — кĕт, кĕтсе тăр мы ждали друзей — эпир туссене кĕтсе тăтăмăр жить — пурăн мы живем в городе — эпир хулара пурăнатпăр забыть, забывать — ман, манса кай мы не забыли ничего — эпир нимĕн те манса кайман заглянуть, заглядывать — пăх, пăхса ил девочка заглянула в окно — хĕрача чӳречерен пăхса илчĕ загореться, загораться — хыпса ил, тивсе кай, çунма пуçла загорелся мусор — çӳп-çап çунма пуçларĕ задержать, задерживать — чар, тытса чар нас задержали на час — пире сехетлĕхе тытса чарчĕç задумать, задумывать — шухăшла, шухăш тыт дети задумали пойти в лес — ачасем вăрмана кайма шухăш тытнă заезжать, заехать — кĕр, кĕрсе тух отец заехал к знакомым — атте пĕлĕшсем патне кĕрсе тухрĕ зайти, заходить — кĕр, кĕрсе тух мы зашли к товарищу — эпир юлташ патне кĕтĕмĕр замерзать, замерзнуть — шăн, шăнса лар (пăрлан) озеро замерзло — кӳлĕ шăнса ларнă записывать, записать — çыр, çырса хур (пыр) ученики записывают слова — вĕренекенсем сăмахсене çырса пыраççĕ закрыть, закрывать — хуп, хупса хур, хупса ларт дядя закрыл окно — тете чӳречене хупрĕ заплакать — йерсе яр, макăрса яр ребенок заплакал от обиды — ача кӳреннипе йĕрсе ячĕ запоминать, запомнить — ас ту, асра тыт дети запоминают названия падежей — ачасем падежсен ячĕсене асра тытаççĕ засмеяться — кулса яр, кулма пуçла, кулма тапрат дети засмеялись — ачасем кулса ячĕç засыпать, заснуть — çывăр, çывăрса кай дети заснули на диване — ачасем диван çинчех çывăрса кайрĕç зашуметь — шавлама пуçла, йăслама тытăн люди зашумели — çынсем шавлама пуçларĕç зеленеть — симĕслен, ешер луга зазеленелн — улăхсем ешерчĕç (симĕсленчĕç) знакомиться, познакомиться — паллаш дети познакомились с городом — ачасем хулапа паллашрĕç знать, узнать — пĕл я о нем ничего не знал — эпĕ ун çинчен нимĕн те пĕлмен идти — çӳре, пыр, ут мы шли медленно — эпир хуллен утрăмăр извиниться — каçару ыйт дети извинились за опоздание — ачасем кая юлнăшăн каçару ыйтрĕç изложить, излагать — çырса пар, каласа пар дети правильно изложили свои мысли — ачасем хăйсен шухăшĕсене тĕп-тĕрĕс каласа пачĕç искать — шыра, шыраса çӳре ученик искал нужную книгу — вĕренекен кирлĕ кĕнекене шырарĕ испортить, портить — пăс, пăсса пăрах, юрăхсăра кăлар он испортил часы — вăл сехете пăсса пăрахрĕ исчезнуть, исчезать — çухал, çухалса кай, иртсе кай страх исчез — хăрани иртсе кайрĕ киснуть — йӳç молоко киснет — сĕт йӳçет класть, положить — хур ученик положил книгу на стол — вĕренекен кĕнекене сĕтел çине хучĕ краснеть, покраснеть — хĕрел, хĕрелсе çит вишня краснеет — чие хĕрелет кричать — кăшкăр, çухăр дети кричат на улице — урамра ачасем кăшкăраççĕ кусать — çырт мухи кусают сильно — шăна хытă çыртать лежать, ложиться, лечь — вырт книга лежит на столе — кĕнеке сĕтел çинче выртать лететь, летать — вĕç, вĕçсе çӳре самолет летит — самолет веçет ломать — хуç, ват, çĕмĕр, иш ветер ломает ветки — çил туратсене хуçать любить — юрат, сав дети любят читать — ачасем вулама юратаççĕ мечтать, помечтать — ĕмĕтлен, ĕмĕт тыт мы мечтаем поехать на юг — эпйр кăнтăра кайма ĕметленетпĕр мешать, помешать — кансĕрле, чăрмантар братишка мешает работать — шăллăм ĕçлеме кансĕрлет мочить, намочить — йĕпет, ислет дождь намочил волосы — çумăр çӳçĕ йĕпетрĕ мочь, смочь — пултар он смог понять меня — вăл мана ăнланма пултарчĕ мыть, вымыть — çу Маша вымыла посуду — Маша савăт-сапа çурĕ наблюдать, понаблюдать — сăна, тимлĕ пăхса тăр дети наблюдали восход солнца — ачасем хĕвел тухнине сăнарĕç навестить — кайса кур, кĕрсе тух дети навестили больного — ачасем чирлĕ çын патне кайса килчĕç надеть, надевать — тăхăн, тăхăнса яр мальчик надел очки — арçын ача куçлăх тăхăнчĕ надувать, надуть — вĕрсе тултар (хăпарт) товарищ надул мяч — юлташ мечĕке вĕрсе тултарчĕ называть, назвать — кала назвать падежи — падежсене кала найти, находить — туп, шыраса туп, тупса пар бабушка нашла очки — асанне (кукамай) куçлăхне шыраса тупрĕ напасть, нападать — тапăн волк напал на овцу — кашкăр сурăха тапăннă напоминать, напомнить — ас тутар, аса илтер напомнить о походе — похода каяссине аса илтер нарушить, нарушать — пăс нарушили порядок — йĕркене пăсна натыкаться, наткнуться — пырса тăрăн (тирĕн) ребята наткнулись на забор — ачасем хӳмĕ çине пырса тăрăнчĕç начать, начинать — пуçла, тытăн, пуçăн, пуçарса яр зять начал писать письмо — йысна çыру çырма пуçларĕ, кĕрӳ çыру çырма тытăнчĕ нести, носить — йăтса пыр, йăтса кай, йăтса кил отец носит бревно — атте пĕрене йăтса пырать нравиться, поправиться — килĕш, кăмăла кай, кăмăла кил зта картина мне нравится — ку картина мана килĕшет, ку картина манăн кăмăла каять нырять, нырнуть — чăм, чăмса кай ребенок нырнул глубоко — ача тарăн чăмрĕ обмануть, обманывать — ултала, суй товарищ обманул меня — мана юлташ улталарĕ обещать — сăмах пар, тума пул дети обещали прийти — ачасем килме сăмах пачĕç обуться, обуваться — тăхăн, урана тăхăн ребенок обулся в валенки — ача çăм атă тăхăнчĕ объяснить, объяснять — ăнлантар, ăнлантарса пар учитель объяснил правило — вĕрентекен правилăна ăнлантарчĕ одеть, одевать — тумлантар, тăхăнтарт я одел сестренку в пальто — эпĕ йăмăка пальто тăхăнтартрăм одеться, одеваться — тумлан, тăхăн сестра тепло оделась — аппа ăшă тумланчĕ озаглавливать, озаглавить — ят пар ученики озаглавили текст — вĕренекенсем текста ят пачĕç окружить, окружать — çавăрса ил, хупăрласă ил, сырса ил меня окружили друзья — мана туссем сырсă илчĕç опаздывать, опоздать — кая юл, кая юлса çит дети опоздали на урок — ачасем урока кая юлса çитрĕç освобождать, освободить — хăтар освободить от дежурства — дежурствăран хăтар осматривать, осмотреть — пăх, пăхса тух (çӳре) ученики осматривают выставку — вĕренекенсем выставкăна пăхса тухаççĕ оставлять, оставить — манса хăвар оставил книгу дома — кĕнекене киле манса хăварнă остановиться, останавливаться — чарăн, чарăнсă тăр машина остановилась на перекрестке — машина çул тăваткалĕнче чарăнчĕ ответить, отвечать — ответле, ответ пар, хуравла ученик отвечает на вопрос — вĕренекен ыйтăва хуравлать отгадать, отгадывать — туп, пĕл, тупсăмне туп отгадать загадку — тупмалли юмаха пĕл отдавать, отдать — тавăрса (каялла) пар отдай книгу товарищу — кĕнекене юлташна пар отдохнуть, отдыхать — кан, канса ил наш класс отдыхает в крыму — пирĕн класс крымра канать откусывать, откусить — çыртса ил братишка откусил яблоко — шăллăм пан улмие çыртса илчĕ открыть, открывать — уç девочка открыла дверь — хĕрача алăка уçрĕ отнести, относить — леç, леçсе пар, леçсе кил, кайса пар я отнес книгу в библиотеку — эпĕ кĕнекене библиотекăна кайса патăм отрывать, оторвать — чĕрсе (татса) ил сестра отрывает листок от тетради — аппа тетрадьрен пĕр листа чĕрсĕ илет отставать, отстать — кая юл нина отстает от подруг — нина юлташĕсенчен кая юлать пасти — кĕтӳ кĕт, пăх, сыхла, кĕт пастух пасет овец — кĕтӳçĕ сурăхсене пăхать пачкать, испачкать — варала, хурат сестренка испачкала руки — йăмăк аллисене вараланă перебежать, перебегать — чупса каç дети перебежали дорогу — ачасем çул урлă чупса каçрĕç перевести, переводить — куçар дети переводили с русского на чувашский — ачасем вырăсларан чăвашла куçарчĕç переделывать, переделать — тепĕр хут (çĕнĕлле) ту переделать работу — ĕçе тепĕр хут ту переезжать, персехать — каç, урлă каç переехать поле — уй урлă каç переписывать, переписать — тепĕр хут (çĕнĕрен) çыр дети переписывают текст — ачасем текста çĕнĕрен çыраççĕ переплывать, переплыть — ишсе каç мы переплыли волгу — эпир атăла ишсе каçрăмăр пересказывать, пересказать — каласа пар перескажите текст своими словами — текста хăвăр сăмахсемпе каласа парăр переставлять, переставить — куçарса (ылмаштарса) ларт дети переставляют слова — ачасем самахсене ылмаштарса лартаççĕ петь — юрла в лесу поют птички — вăрманта кайăксем юрлаççĕ писать, написать — çыр мы написали письмо — эпир çыру çыртăмăр пить, выпить — ĕç семья пила чай — кил-йыш чей ĕçрĕ плакать — макăр, йĕр на улице плачет ребенок — урамра ача макăрать платить, заплатить — тӳле, тӳлесе тат отец заплатил долги — атте парăма тӳлесе татрĕ плыть, плавать — иш, ишсе пыр, юхса пыр человек плывет — çын ишет, çын ишсе пырать подбирать, подобрать — суйласа ил (туп) ученики подбирают нужные слова — вĕренекенсем кирлĕ сăмахсене суйласа тупаççĕ поднять, поднимать — çĕкле, йăт старик поднял мешок — старик миххе çĕклерĕ подчеркивать, подчеркнуть — аялтан турт миша подчеркивает глаголы — миша глаголсене аялтан туртать покрыть, покрывать — вит я покрыл братишку одеялом — эпĕ шăллăма утиялпа витрĕм покупать, купить — туян, ил, сутăн ил старуха купила корову — карчăк ĕне туяннă получить, получать — ил товарищ получил письмо — юлташ çыру илчĕ помнить — ас ту, асра тыт, ан ман он помнит свое детство — вăл хăйĕн ачалăхне асра тытать помочь, помогать — пулăш мне помогли товарищи — мана юлташсем пулăшрĕç посадить, сажать — ларт мы посадили картофель — эпир çĕр улми лартрăмăр построить, строить — ту, ларт, туса ларт брат построил новый дом — пичче çĕнĕ пӳрт туса лартрĕ прибавить, прибавлять — хуш к пяти прибавь два — пиллĕк çумне йккĕ хуш прибегать, прибежать — чупсă кил (çит) брат прибежал домой — пичче киле чупса килчĕ привозить, привезти — тиесе (турттарса) кил сестра привезла книги — аппа кĕнекесене тиесе килчĕ приводить, привести — илсе (çавăтса) кил отец привел корову — атте ĕнене çавăтса килчĕ приехать, приезжать — кил, килсе çит дети приехали домой — ачасем киле килчĕç приносить, прннести — илсе (çеклесе) кил мы приносим тетради — эпйр тетрадьсене илсе килетпĕр приписывать, приписать — хушса çыр дети приписывают новые слова — ачасем çĕнĕ сăмахсене хушса çыраççĕ присылать, прислать — яр, ярса пар мама присылает подарки — анне парнесем ярса парать проваливатьея, провалиться — анса кай, сик сестренка провалилась в яму — йăмăк шăтăка сикрĕ проводить, провести — ирттер, туса ирттер мы проводили собрание — эпир пуху ирттертĕмĕр прогонять, прогнать — хаваласа (кăларса) яр прогнать врага — тăшмана хăваласа яр продавать, продать — сут, сутса яр в магазине продают сахар — магазинта сахăр сутаççĕ проигрывать, проиграть — выляса яр товарищ проиграл в споре — юлташ тавлашура выляса ячĕ проливать, пролить — тăк, тăкса яр я пролил (пролила) воду — эпĕ шыва тăкса ятăм проспать — çывăрса юл проспали поезд — пуйăсран çывăрса юлтăмăр простуживаться, простудиться — шанса пăсăл (чирле) бабушка часто простуживается — асанне час-часах шăнса пăсăлать прочесть, прочитать — вуласа тух, вуласа пĕтер мы прочитали книгу — эпир кĕнекене вуласа тухрăмăр рассматривать, рассмотреть — пăхса тух, тинкерсе пăх дети рассматривают рисунок — ачасем ӳкерчĕке тинкерсе пăхаççĕ растаять, таять — ирел, ирĕлсе пĕт скоро растает снег — часах юр ирĕлсе пĕтет растеряться, теряться — çухалса (именсе) кай не растеряйтесь на уроках — уроксенче çухалса ан кайăр расцвести, расцветать — чечеклен, çурăл, чечеке лар яблоня расцвела — улмуççи чечеке ларчĕ резать, порезать — кас, вакла мама режет сыр — анне чăкăт касать решить, решать — шутла дети решали задачу — ачасем задача шутларĕç ржаветь, заржаветь — тутăх, тутăхса кай сырость ржавит железо — нӳрек тимĕре тутăхтарать родиться, рождаться — çурал я родился в городе — эпĕ хулара çуралнă ругать, бранить — ятла, вăрç, пăсăрлантар мать ругает сына — амăшĕ ывăлне вăрçать ругаться, браниться — ятлаç, вăрç он любит ругаться — вăл ятлаçма юратать рыбачить, порыбачить — пулă тыт рыбаки рыбачили на Волге — пулăçсем Атăлта пулă тытрĕç рыхлить, разрыхлить — кăпкалат, çемçет червяки рыхлят землю — хуртсем тăпрана çемçетеççĕ садиться, сидеть, сесть — лар гости сели за стол — хăнасем сĕтел хушшине ларчĕç сажать, садить, посадить — ларт гостей посадили за стол — хăнасене сĕтел хушшине лартрĕç сбегать — чупса кайса кил Катя сбегала к Анне — Катя Анна патне чупса кайса килчĕ сбежать, сбегать — тар, тарса ӳк Вася сбежал с урока — Вася урокран тарчĕ сбивать, сбить — çапса ӳкер дед сбивает яблоки — асатте пан улмисене çапса ӳкерет свистеть, свистнуть — шăхăр, шăхăрт ветер свистит — çил шăхăрать связать, связывать — çых, çыхса ларт мама связала концы веревок — анне вĕрен вĕçĕсене çыхса лартрĕ сгорать, сгореть — çунса пĕт (кай) дрова быстро сгорели — вутă хăвăрт çунса пĕтрĕ сердиться, рассердиться — çиллен, тарăх, çилленсе кай он сильно рассердился — вăл хытă çилленчĕ ссять, посеять — ак колхозники посеяли пшеницу — колхозниксем тулă акрĕç сжигать, сжечь — çунтарса яр сжечь мусор — çӳп-çапа çунтарса яр скользить, скользнуть — шу, шуса кай, шуса пыр ноги скользят по льду — пăр çинче ура шуса каять сложить, складывать — хуш мы сложили два числа — эпир икĕ хисепе хушрăмăр слышать, слыхать, услышать — илт ребята услышали голос матери — ачасем амăшĕн сассине илтрĕç слушать, послушать — итле, тăнла девочки слушали музыку — хĕрачасем музыка итленĕ смеяться — кул ребята смеялись до слез — ачасем куççуль тухиччен кулчĕç смотреть, посмотреть — пăх окна смотрят во двор — чӳречесем кил картинелле пăхаççĕ созревать, созреть — пиçсе (пулса) çит в лесу созрели ягоды — вăрманта çырласем пиçсе çитрĕç сообщить, сообщать — пĕлтер, кала, хыпар ту дежурный сообщил о прибытии поезда — дежурнăй поезд килнине пĕлтерчĕ сосать — ĕм теленок сосет молоко — пăру сĕт ĕмет составлять, составить — ту, йĕркеле мы составляем предложения — эпир предложенисем тăватпăр спасти, спасать — çăл, хăтар, çăлса хăвар врачи спасли больного — врачсем чирлĕ çынна çăлса хăварчĕç списывать, списать — çырса ил, пăхса çыр Миша списывает текст — Миша текста çырса илĕт спросить, спрашивать — ыйт, ыйтса пĕл учитель спрашивает урок — вĕрентекен урок ыйтать стараться — тăрăш, тимле ребята старались изо всех сил — ачасем пĕтĕм вăйран тăрăшрĕç стереть, стирать — шăлса тасат (ил) стереть с доски — доскана шăлса тасат стоять, вставать, встать — тăр у окна стоял человек — чӳрече умĕнче çын тăнă строить, построить — ту, туса ларт стыдиться, постыдиться — вăтан, имен, намăслан ученик стыдился попросить книгу — вĕренекен кĕнеке ыйтма именнĕ сушить, высушить — типĕт колхозники сушили сено — колхозниксем утă типĕтнĕ схватывать, схватить — ярса тыт (ил) я схватил за веревку — эпĕ вĕренрен ярса тытрăм считывать, считать — шутла братишка считает на счетах — шăллăм счет çинче шутлать съедать, съесть — çисе яр сестренка съела суп — йăмăк яшка çисе ячĕ считать, сосчитать — шутла, хисепле братишка считает до ста — шăллăм çĕре çитиччен шутлать таять, растаять — ирĕл снег тает — юр ирĕлет темнеть, потемнеть — тĕттĕмлен, тĕттĕм пул на улице темнеет — тулта тĕттĕмленет теплеть, потеплеть — ăшăт, лĕплен погода теплеет — çанталăк ăшăтать терпеть, потерпеть — чăт, тӳс бабушка терпит боль — асанне ыратнине чăтать терять, потерять — çухат, çĕтер мы потеряли ключи — эпир çăраççисене çухатрăмăр течь, потечь — юх, юхма пуçла кровь течет — юн юхать толкать, толкнуть — тĕрт, тĕк, тĕксе пыр, тĕртсе пыр дед толкает тачку — асатте тачкăна тĕртсе пырать торопить, поторопить — васкат, хыпалантар он торопит детей — вăл ачасене васкатать торопиться, поторопиться — васка, хыпалан отец торопится на работу — атте ĕçе васкать тосковать — тунсăхла, салхулан. мать тоскует о детях — амашĕ ачисемшĕн тунсăхлать точить, выточить — хайра, çивĕчлет отец точит нож — атте çĕçĕ хăйрать требовать, потребовать — ыйт требовать книгу — кĕнеке ыйт трясти, вытрясти, тряхнуть — силле, лăска ветер трясет дерево — çил йывăçа силлет тушить, потушить — сӳнтер бабушка потушила лампу — асанне лампăна сӳнтерчĕ тянуть, потянуть — турт он потянул меня за рукав — вăл мана çанăран туртрĕ убавить, убавлять — чакар, пĕчĕклет шофер убавил скорость — шофер хăвăртлăха пĕчĕклетрĕ убедить, убеждать — ĕнентер, шантар товарищ убедил в своей правоте — юлташ хăй тĕрĕс каланине ĕнентерчĕ убежать, убегать — тар, тухса тар, тухса чуп дети убежали в поле — ачасем хире тухса тарчĕç убить, убивать — вĕлер Коля убил змею — Коля çĕлене вĕлерчĕ уважать — хисепле, сума су мы уважаем стариков — эпир ваттисене хисеплетпĕр увеличить, увеличивать — пысăклат, ӳстер, йышлăлăт увеличить число косарей — утă çулакансен йышне ӳстер уговорить, уговаривать — ӳкĕтле, ӳкĕте кĕрт, килĕштер Миша уговорил поехать в лес — Миша вăрманă каймă ӳкĕтлерĕ ударить, ударять — çап, çуп возчик ударил лошадь кнутом — лавçă лашана чăпăрккапа çапрĕ удивиться, удивляться — тĕлĕн, тĕленсе кай я удивился его костюму — эпĕ унăн костюмĕнчен тĕлĕнтĕм уйти, уходить — кай дети ушли в лес — ачасем вăрманă кăйрĕç укоротить, укорачивать — кĕскет мама укоротила рукава — анне çанăсене кĕскетрĕ улыбнуться, улыбаться — йăл кулса ил, ăшшăн кулса ил ребенок улыбнулся — ача йăл кулса илчĕ умереть, умирать — вил, вилсе кай дед умер в понедельник — асатте тунти кун вилсе кайрĕ умыться, умываться — çăвăн умывались холодной водой — сивĕ шывпа çăвăнтăмăр упасть, падать — ӳк, персе ан, тĕшерĕлсе ан книга упала на пол — кĕнеке çĕре ӳкрĕ уронить, ронять — ӳкер, кăларса ӳкер Таня уронила в реку мячик — Таня мечĕке юхан шыва ӳкернĕ уснуть, заснуть — çыварса кай дети уснули в сенях — ачасем çенĕкре çывăрса кайнă успеть, успевать — ĕлкĕр, туса ĕлкĕр, çит мы не успели на поезд — эпир пуйăса ĕлкĕреймерĕмĕр успокоиться, успокаиваться — лăплан, лăпкăлан, канăçлан море успокоилось — тинĕс лăпланчĕ устать, уставать — ывăн, ишен, ыр дети устали от ходьбы — ачасем утса ывăннă утвердить, утверждать — çирĕплет ученики утвердили план учебы — ачасем вĕренӳ планне çирĕплетрĕç утомить, утомлять — ывăнтар, ĕшентер дорога утомила детей — çул ачасене ывăнтарчĕ утонуть, тонуть — пут, шыва кай мальчик утонул в Волге — арçын ача Атăла путнă учить — вĕрент он учит меня играть в шахматы — вăл мана шахматла выляма вĕрентет учиться — вĕрен, ăс пух я учусь в школе — эпĕ шкулта вĕренетĕп хвалить, похвалить — мухта, ырлă, мухтаса ил, ырласа ил учитель похвалил учеников — вĕрентекен вĕренекенсене мухтарĕ ходить, хаживать — çӳре, ут часы ходят верно — сехет тĕрĕс çӳрет хоронить, похороннть — пытар бабушку похоронили осенью — асанненĕ кĕркунне пытартăмăр хорошеть, похорошеть — хитрелен, илемлен, лайăхлан наш город все хорошеет — пирĕн хула илемленсех пырать храпить, сохранить, сохранять — упра, усра, сыхла, упраса пурăн мама сохранила старые письма — анне ĕлĕкхи çырусене упранă храпеть — хăралтат, хăйалтат больной хрипит — чирлĕ çын хăйăлтатать хромать, захромать — уксахла, уксахлама пуçла лошадь хромает — лаша уксахлать худеть, похудеть — ырханлан, начарлан сестра похудела от болезни — аппа чирлесе начарланнă цедить, процедить, процеживать — сĕр мама цедит молоко — анне сĕт сĕрет целить, нацелить, нацеливать — тĕлле, тĕл ту мальчик целил в ворону — арçын ача çăхана тĕллерĕ целовать, поцеловать — чуп ту мать целует ребенка — амăшĕ ачине чуп тăвать ценить, оценить, оценивать — хакла, хак хур ученик ценит время — вĕренекен вăхăта хаклать чернеть, почернеть — хурал, тĕксĕмлен серебро почернело — кĕмĕл тĕксĕмленчĕ черпать, черпнуть — ăс, ăсса ил мы черпаем воду из ручья — эпир шыв çырмаран ăсатпăр чествовать — чысла, хисеплесе саламла мы чествовали юбиляра — эпир юбиляра чысларăмăр чинить, починить — тӳрлет, юса отец чинит замок — атте çăра юсать чирикать, чирикнуть — чĕвĕлтет, чĕриклет воробьи чирикают — çерçисем чĕвĕлтетеççĕ чистить, почистить — тасат братишка чистит зубы — шăллăм шăл тасатать читать — вула отец читает газету — атте хаçат вулать чувствовать, почувствовать — туй, сис, асăрха я чувствую боль — эпĕ ыратнине туятăп шагать, шагнуть — ут, утăмла ребенок шагает ровно — ача тикĕс утать шалить — аташ, ашкăн, айкаш дети шалят — ачасем аташаççĕ, ачасем ашкăнаççĕ шелестеть — чăштăртат листья шелестят — çулçă чăштăртатать шептать, шепнуть — пăшăлтат, пăшалтатса кала он шепнул мне на ухо — вăл мана хăлхаран пăшăлтатса каларĕ шептаться — пăшăлтат, пăшăлтатса калаç мама шепталась с соседкой — анне кӳршĕ арăмĕпе пăшăлтатрĕ шипеть — чашкăр змея шипит — çĕлен чашкăрать шуметь, пошуметь — шавла, йасла, кĕрле дети шумят — ачасем шавлаççĕ Ссылка статьи :: Версия для печати Последние изменения внес Admin (2006-04-06 12:29:03). Просмотрено: 3983.
|