Патшалӑх:
Радио, телевидени пӗлтерет:-"Иккӗ хутлас иккӗ-пиллӗк".Эсир тӗлӗнетӗр. Унтан президент уҫӑ эфирта палӑртать:-"Иккӗ хутлас иккӗ-пиллӗк", тата темле ӑнланмалла мар майпа ҫапла пулнине тишкерсе тата никӗслесе парать. Эсир пачах тӗлӗнетӗр тата тарӑхатӑр.Урама тухатӑр, хирӗҫ тӗл пулакансене калатӑр:-"Иккӗ хутлас иккӗ-тӑваттӑ!". Ҫапла пупленӗшӗн сире ҫамкаран чукмарпа ҫапаҫҫӗ, арифметика йеркелӗхӗ комиссийӗнчи ҫынсем, хӑйсем ӗҫ урӑмне илсе кайса унта татах чукмарсемпе лӑйах ӑнлантараҫҫӗ. Вӗсем панчен эсир савӑнаҫлӑ тата ӗненсе тухатӑр:-"Иккӗ хутлас иккӗ-пиллӗк!
тымарсем туртаҫҫӗ аялла…
ӗмӗтсем чӗнеҫҫӗ ҫӳлелле…
пурнӑҫ уттарасшӑн малалла…
шак! хытса тӑратӑп пӗр ҫӗртре!
тымарсемсӗр йывӑҫ та ӳсмест…
ӗмӗтсемсӗр чун хавхаланмасть…
кам хӑй пурнӑҫне хисеплемест -
пурнӑҫ панӑ амӑшне савмасть!
2012-11-21