Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +9.3 °C
Сделай первый шаг и ты поймешь, что не все так страшно.
(Сенека)
 

Таисия Ташней: 9 класс чăвашла вĕреннĕ ача чăвашла пĕлет-и?

Таисия Ташней12.06.2015 13:5029100 просмотров

Ку ыйту ахальтен çуралмарĕ-ха ман. Чăваш наци конгресĕн сайтĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, ЧНКн вĕренӳпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕ Геронтий Никифоров «Чăваш чĕлхин пуласлăхĕ мĕнле-ши?» статья пичетленĕ. Унта вăл тăван чĕлхемĕр пирки пăшăрханса çырать.

Чăваш чĕлхине ЮНЕСКО пĕтекен чĕлхесен шутне кĕртни паянхи кун вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Темиçе çул каялла ун пек хыпара тĕнче тетелĕнчи шырав тытăмĕсенчен пĕринче акăлчанла кăсăклансан кăна (хамшăн ют чĕлхепе шыраса пулăшаканни пĕр вăхăтра Шупашкар район хаçачĕн редакторĕнче ĕçленĕ Борис Чиндыков пулнăччĕ) ЮНЕСКО сайтĕнче кăна тупайнăччĕ.

Чăваш чĕлхине ЮНЕСКО çĕр чăмăрĕнчен çухалакан чĕлхесен шутне кĕртнĕ май «çакнашкал лару-тăрура шкулсенче чăваш чĕлхине вăй илтерсе, тымарлантарса вĕрентмелле пек пулса тухать», – тесе çырать маларах асăннă Геронтий Никифоров.

Вĕренӳ программине илес тĕк Геронтий Никифоров 9 класс пĕтернĕ хыççăн ачасене чăваш чĕлхипе пăрăнми йĕркепе (вырăсла каласан, обязательно) тыттарнине аса илет. «Патшалăх тĕрĕслевĕнче ачасем тăван чĕлхене чухланине, унпа çырура ycă курма пĕлнине, илемлĕ литературăри ĕçсене паянхи пурнăç пулăмĕсемпе çыхăнтарма пултарнине аван кăтартрĕç. Çакнашкал паха пулăмăн пĕлтерĕшĕ чăваш чĕлхине тытма суйласа илмелли экзамен шутне кĕртсен тӳрех чакрĕ. Суйласа илмелли предмет пулнă май ĕнтĕ чăваш чĕлхипе экзамен тытакансен шучĕ çулсерен чакса пычĕ», – пĕтĕмлетет чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ.

Геронтий Никифоров кăçалхи лару-тăрăва тишкернĕ. Республикăри ял шкулĕсенче 9-мĕш класс вĕренсе пĕтерекенсенчен хальхинче 19 ача çеç чăваш чĕлхипе экзамен тытнă иккен. Ун пеккисем Етĕрне районĕнчи Пушкăрт шкулĕнче 3 ача тупăннă, Урпашра – тăваттăн, Палтайпа Пĕрçырланта – пĕрер, Муркаш районĕнчи Калайкассинче – çиччĕн, Атапайĕнче – иккĕн, Шурчара – пĕрре.

Унтан Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ чăваш чĕлхи республикăра патшалăх чĕлхи пулнине манас марччĕ тесе каланă май ачасен тăван чĕлхе пĕлĕвне Чăвашра патшалăх шайĕнче тĕрӗслемесен тăван чĕлхесĕр тăрса юлмăпăр-ши, чăваш чĕлхине упраса хăвараймасан килес ăрусем мĕн калĕç-ши тесе чунне ыраттатать.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 1080.26.6732
2015.06.21 15:39
Agabazar
Таймер: "Шкул ҫине шанмасӑр.Цыгансен пирӗн пек проблема ҫукки пирки нумай ҫырчӗҫ.Пурте килӗшеҫ Акапасарсӑр пуне"

Ултав, ултав, ултав: чăннипе пĕр чăваш та тĕнчере чикан пурнăçĕпе пурăнасшăн мар.

Чиканпа мăшăрланса арлă-арăмлă пурăнакан пĕр чăваш та çук тĕнчере.

Пурте вырăса тухасшăн ĕмĕтленеççĕ. Чикана тухассишĕн ĕмĕтленекенсем пачах та çук.

Agabazar // 1080.26.6732
2015.06.21 16:06
Agabazar
Таймер: ".А шкулта тӑван чӗлхене вӗрентни лайӑх ӗнтӗ.Вӑйпа вӗрентмесен.Ашшӗ-амӑшӗ хирӗҫ пулмасан."

А сире мĕн ĕç? Уйрăмлăхĕ мĕнре кунта? Çын "ирĕкпе" вĕренет-и, е "ирĕксĕр-и", малтан ашшĕ-амăшĕ патне кайса пуç çапнă-и, пуç çапман-и... Сире мĕн ĕç? Сирĕн мĕнле интерес кунта?

Хăш енчен лайăх-и ку чăвашлахшăн? Ашшамăшне пуççапма пуçласан вĕренесси сасартăк хăватлăн ÿссе каять-им? Мĕншĕн бор патне ун ачи-пăчине чăвашла вĕрентес тесе кайса пуç çапмалла? Камăн пуç çапмалла? Пуç çапса çÿрекене кам укçа тÿлет? Бюджетра палартнă-и укçа тенкĕ ку тĕлĕшпе? Ставкăсем, тарифсем еплерех? Виç пус-и? Е ноль пус?

Паллах, кунашкал принципа чăвашла вĕрентесси татах та аяларах анса кайтăр текен кăна кăларса тăратма пултарать.

Чиканлăх иккен-ха вăл чăваш умĕнче çăлтăр пек çиçсе тăракан ĕмĕт....
Михаил Волков // 1245.72.3526
2015.06.21 20:52
Вĕрентÿ ĕçĕ ăна мĕнле йĕркеленинчен килет. Кунта эпир, Геронти пек уйрăм ăстаçăсем пуррине палăртса, пĕтĕмĕшле тĕллев пурнăçланайманни пирки сăмах тапратрăмăр. Ашшĕ-амăшĕпе хирĕçнин сиенĕ пысăк. Ăнлантару ĕçне ăспа йĕркелемелле. Чăваш арăмсемех пепкине этем тăвас ĕçри тăван чĕлхен пĕлтершне чухлаймаççĕ. Тăван чĕлхене такам та юттинчен тĕплĕнрех пĕлет. Чĕре, тăванлăх ăшшине пепкÿне унпа пар, хăвна, несĕлсене хисеплеме вĕрент, унран тĕнчене курайман, никама юратман, хĕрхенмен вĕлтреначи ан ту.
Михаил Волков // 1245.72.3526
2015.06.21 21:03
Меслетсем пирки, вĕрентÿ программи, тĕллевсене еплерех палăртни, мелĕсем, вĕрентÿ кĕнекисем, хальхи техника хатĕрĕсемпе усă курни - акă мĕн пирки калаçмалла. Мĕне пула тĕллевсем пурнăçланаймаççĕ?
Марине // 1608.67.7452
2015.06.21 21:06
Timer
"А шкулта тӑван чӗлхене вӗрентни лайӑх ӗнтӗ".
Анчах ҫителӗксӗр.Шкулта эрнере 3 сехетре вӗрентсе пӗтерейместӗн. Атте-аннен-пӗрремӗш вӗрентекенсен-пуҫламӑш пӗлӳ килте памалла, тӑванлӑх сӑмахӗсенчен калаҫма вӗрентмелле, паппи-мами теме хӑнӑхтармалла мар!
"Вӑйпа вӗрентмесен."Вӑйпа мӗнле вӗрентмелле вара? Ун пек меслетпе ӗҫлеме вӗрентӳ хатӗрӗсем ҫук.Халӗ вӑйпа вӗрентме мар, ҫирӗпрех асӑрхаттару та пама юрамасть.Шкул ачисем халӗ хӑйсен ирӗкӗпе тивӗҫӗсене питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ.
"Ашшӗ-амӑшӗ хирӗҫ пулмасан. " Вӗсем ачисем валли лайӑх лару-тӑру тӑвасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.Пепкисем мӗн ыйтаҫҫӗ-туянса параҫҫӗ, шкула(алӑк патне ҫитичченех) машинасемпе ӑсатаҫҫӗ,класа парта патнех тимӗр утпа ҫитме май пулсан-ҫитереҫҫех!Анчах ачисене тӑрӑшса вӗренме, шкулта тимлӗ, йӗркуллӗ пулма сӗнме манаҫҫӗ.


Тимӗр // 4916-2612
2015.06.21 21:51
Куратӑр-и Акапасар мӗнле хӑрать чӑваш ачисем чӑннипех тӑван чӗлхепе калаҫма пуҫлассинчен.Хулара пурӑнакан уэбек е эрмен ачисем пек.Вӗсем,кунта ҫуралнӑскерсем,хӑйсен чӗлхипе пуплеҫҫӗ.Кала-ха,Акапасар,мӗнле программӑ тӑрӑх шкулсӑрах вӗренме пултарнӑ вӗсем?.Пӗр чӑваш ачи те шкул ҫине шанса ларнипе тӑван чӗлхепе калаҫма вӗренеймен.Шел пулин те Акапасарӑн та.Чӑваш чӗлхине шкулта вӗтентни лайӑх пуль.Эпӗ хирӗҫ мар.
Agabazar // 2980.74.2661
2015.06.21 22:12
Agabazar
"Куратӑр-и Акапасар мӗнле хӑрать чӑваш ачисем чӑннипех тӑван чӗлхепе калаҫма пуҫлассинчен"

Хăратăп çав ĕнтĕ, мĕн тăвас тен! Тĕлĕксем те тĕлленетĕп ыйхăра: йĕри-тавралла пурте чăвашла калаçаççĕ пек.... Тарласа, чĕп-чĕр шыв пулса вăранса каятăп вара.... Хăрушă!



"Хулара пурӑнакан уэбек е эрмен ачисем пек.Вӗсем,кунта ҫуралнӑскерсем,хӑйсен чӗлхипе пуплеҫҫӗ."

Кампа пуплеççĕ? Таймерпа-и?



"Чӑваш чӗлхине шкулта вӗтентни лайӑх пуль.Эпӗ хирӗҫ мар."

Хирĕç мар пулсан мĕн унталла-кунталла туртăнкалатăр тата? Тĕрĕссипе вара кунта "хирĕç мар" пулни çеç сахал! Мĕн усси "хирĕç мар" пулнинче, енчен те чăннипе вĕрентни çук пулсан?



Миккуль // 4292.84.0894
2015.06.21 22:32
Каллех кутӑна тухат, кутӑна перет пирӗн хисеплӗ Agabazar.
Тимӗр // 4916-2612
2015.06.22 11:09
Шкулта вӗрентнипе халиччен чӑвашла вӗренме пултарни пулман.Килте ҫуралсанах ашшӗ-амӑш ачана вӗрентсен кӑна усси пулать.Пурте ҫакна ӑнлансан эпир хулари цыгансенчен чӗлхе енӗпе юлмӑпӑр.Анчах Акапасар тӳрех сиксе ӳкет сирӗн ҫине.Юрамасть кун пек!.Ӑна чи малтан кирлӗ кафедра,институт тата хӑтлӑ кабинет лайх зарплатӑпа чӑваш чӗлхине ҫынсен ачисене вӗрентме.Хӑйӗнне,паллах,вӗрентме шутламан.
Тимӗр // 4916-2612
2015.06.22 11:12
Шкулта вӗрентнипе халиччен чӑвашла вӗренме пултарни пулман.Килте ҫуралсанах ашшӗ-амӑш ачана вӗрентсен кӑна усси пулать.Пурте ҫакна ӑнлансан эпир хулари цыгансенчен чӗлхе енӗпе юлмӑпӑр.Анчах Акапасар тӳрех сиксе ӳкет сирӗн ҫине.Юрамасть кун пек!.Ӑна чи малтан кирлӗ кафедра,институт тата хӑтлӑ кабинет лайх зарплатӑпа чӑваш чӗлхине ҫынсен ачисене вӗрентме.Хӑйӗнне,паллах,вӗрентме шутламан.

Страницăсем: 1, ... 6, 7, 8, 9, 10, [11], 12, 13

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики