Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +8.3 °C
Жизнь коротка, искусство требует долгого времени.
(Гипократ. IV в.д.н.э.)
 

Аçтахар Плотников: «Хыпарта» Виталий Родионовӑн статьине мӗншӗн вырнаҫтарнӑ? Версисем

Аçтахар Плотников25.03.2015 09:5239070 просмотров

Ӗнерхи «Хыпарта» Виталий Родионовӑн «Тăван çирĕ тăванах...» статьине вырнаҫтарнӑ. Унччен Валери Туркая хуравласа ҫырнӑ ҫак статья, аса илтеретпӗр, тӗнче теттелӗнчи «Ирӗклӗ сӑмах» хаҫатӑн чӑвашла версийӗнче кун ҫути курнӑччӗ. «Хыпар» та ӑна пичетлеме хӑват тупни вара халӑха чӑн та ӗнер калаҫтарчӗ теме пулать. Тӗрлӗ версисем ҫуралчӗҫ ҫынсен. Хайхи эп вӗсемпе сире паллаштарасшӑн (хам илтнисемпе).

1. «Хыпар» плюрализм текен япалана малашне ют мар пулӗ. Ку, паллах, лайӑх та ырӑ япала. Тӗрлӗ шухӑшлӑ ҫынсен статьисене пичетлеме хӑват сахал мар кирлӗ. Уйрӑмах, влаҫ органӗсен шутланакан хаҫатра. Валери Туркайчченхи хаҫатра, Алексей Леонтьев вӑхӑтӗнче, унашкал сас-хурана — «ман статьяна пичетлемеҫҫӗ» текеннине — сахал мар илтнӗ. Ку версийӗн ӗненме йывӑр енӗ «Хыпар» хаҫат влаҫ органӗсен пулнипе ҫыхӑннӑ. Республикӑра ҫавах та плюрализм валли вӑхӑт ҫитеймен-ха тесе шухӑшлатӑп.

2. Валери Туркая хӑратнӑ. Ку версипе иккен Валери Туркай хӑйӗн статьине хӑшӗ-пӗри шухӑшланӑ пек ҫӳлтен хушнипе мар, чун ыйтнипе ҫырнӑ, хисеплӗ Атнер Хусанкая «вараласа» тӑкнӑ. Апла ун тума юраман имӗш, ҫапла май вара хальхинче ҫӳлтен хушса Виталий Родионовӑн статьине вырнаҫтарнӑ.

3. Статьяна Валери Туркая кӑтартмасӑр вӑрттӑн вырнаҫтарнӑ. Ку версине ӗнентерекенни — Виталий Родионовӑн статьине епле редакциленипе ҫыхӑннӑ. «Ирӗклӗ сӑмах» версийӗнче статья «„Хыпар" хаçатра февралĕн 27-мĕшĕнче хаçат тĕп редакторĕн...» пуҫланать. «Хыпарта» вара — «Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче «Хыпар» хаҫатра пичетленнӗ пӗр статья...». Валери Туркай, пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ, уйӑхсен чӑвашла ячӗсене хирӗҫ. Тата статьяна редакцилекенӗ феврале «кӑрлач» тесе ят панӑ…

4. Шӑв-шав ҫӗклесси. Пирӗн сайтра та хальхи вӑхӑтра тӗпрен илсен пӗр Валери Туркай пирки кӑна сӑмахлаҫҫӗ — сӳтсе яваҫҫӗ, «Хыпар» хаҫат редакторӗн хӑтланӑшӗсем тавра пакӑлтатаҫҫӗ. Тепӗр енчен пӑхсан ку лайах та пулӗ — «Хыпара» чӗрӗ хаҫат пек кӑтартать.

Хӑш версийӗ тӗрӗс — Валери Туркайпа «Хыпар» хаҫат ӗҫченӗсем кӑна пӗлеҫҫӗ пуль. Е, енчен те ҫӳлтен хушнӑ пулсан — влаҫри ҫынсем. Эсир вара хӑвсамӑра кӑмӑла каяканнине суйлама пултаратӑр. Ку статьяна вырнаҫтарса «Чӑваш халӑх сайчӗ» 4-мӗш версине вӑй хушас тӗллевпе лартать :).

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Ача // 4117.51.7078
2015.03.25 20:24
Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулса пырать. Статьяна пичетлемен тĕк редактор кам пулса юлатчĕ? Тоттă... Плюювреалист. Халĕ маттур! Леонтьев кама хăçан мĕншĕн пичетлеменнине пĕлес килет...
Agabazar // 3656.26.3890
2015.03.26 01:34
Agabazar

Сăмах çерçи мар, тухса тарсан тытаймастăн

. Родионовсем каланисем малтанхи статьяна пурпĕрех каялла çапса кăлараяс çук.
Микуль // 4292.84.0894
2015.03.26 09:22
Вӑт пуҫланса кайрӗ пурнӑҫ чӑвашлӑхра. Вӗресе те тӑрать кӑна тейӗн. Мӗн чухлӗ интришкӑсем, инсинуацисем,верҫисем. Вӑт тапранса кайрӗ пурнӑҫ. Ҫакна кӑна кӗтнӗ редакци."Хаҫатӑн ҫавӑн пек пулмалла та"-теме пуҫлӗҫ. Кулленхи хресчен,станокҫӑ, хурҫӑшӑратакан пурнӑҫӗ никама та кирлех мар. Мӗн тӑвас вӗсемпе редакцинче пурнӑҫ вӗреть пулсан.
Agabazar // 1150.46.7604
2015.03.26 22:06
Agabazar
Ы-ы-ы-ы-х-хххх!
Agabazar // 1150.46.7604
2015.03.26 22:06
Agabazar
Ухмах купăс калать, тет,
Тăрри шăтăк ташлать, тет
Ют Ҫын // 7336.9.1448
2015.03.27 19:17
Вара мӗне пӗлтереть-ха кун пек опус."Ухмах купӑс калать"-тенине кам ӑнлантариять. Пирӗн хушра ун пек тӑнлисем пур шим?
Agabazar // 2628.52.2553
2015.03.28 14:30
Agabazar
Ташла, ташла, .... Ют Çын,
Пушмак илсе парăп:
Çÿллĕ кĕлеллине,
Таран кунчаллине... :-)
Пĕр хĕрарăм // 1562.8.9092
2015.03.29 17:24
Пăхлă кунчаллине
Agabazar // 3849.36.6173
2015.03.29 22:46
Agabazar
Йăнăш кайнă: Таран мар, Тарăн
Микуль // 4292.84.0894
2015.03.30 06:43
Эсир, "пӑхлисем" ҫинчен ҫырмасӑр пултаримастӑр пулмалла.

Страницăсем: 1, ... 11, 12, 13, 14, 15, [16]

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики