Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +11.3 °C
Единственным двигателем прогресса является желание.
(Сергей Прокопенко)
 

Таисия Ташней: Чӑвашла калаҫасси «Хаклӑ юлташсем» тенинчен пуҫланса унпах вӗҫленет-ши?

Таисия Ташней23.11.2014 13:4124285 просмотров

Нумаях пулмасть Краснодарти Куҫару бюровӗн сайтӗнчи ҫак информаципе паллашма тӳр килчӗ. Унта чӑваш чӗлхипе паллаштаракан справка илсе кӑтартнӑ. Унта епле ҫырнипе килӗшекенсем те, килӗшменнисем те пулӗҫ-тӗр. Акӑ епле ҫырнӑ унта (кӗскетсе куҫартӑм):

«Чӑваш чӗлхи – чӑвашсен чӗлхи, тӗрӗк чӗлхе тытӑмӗнче пӑлхарпа хасар ушкӑнне кӗрет, ҫак ушкӑнри чӗрӗ юлнӑ пӗртен-пӗр чӗлхе.

Чӑваш чӗлхи Чӑваш Республикинче, Тутарстанра, Пушкӑртстанра, Самар, Чӗмпӗр облаҫӗсенче, ҫавӑн пекех Урал, Атӑлҫи, Ҫӗпӗр тӑрӑхӗсенчи хӑш-пӗр облаҫре, крайра, республикӑра сарӑлнӑ.Чӑваш Республикинче вӑл вырӑс чӗлхипе тан патшалӑх чӗлхи шутланать.

Чӑвашла калаҫакансем – 1,3 миллиона яхӑн ҫын (ку вӑл 2002 ҫулхи ҫырав тӑрӑх), ҫав вӑхӑтрах этнос чӑвашсен шучӗ асӑннӑ ҫырав 1 миллион та 637 пинпе танлашнине палӑртнӑ. Ҫак йышран 55 проценчӗ Чӑваш Республикинче пурӑнать. Вӑйлах уйрӑлса тӑман икӗ диалект пур: анатрисем (у-па калаҫаканнисем) республикӑн кӑнтӑр районӗсенче пурӑнаҫҫӗ тата турисем (о-па калаҫаканнисем) – ҫурҫӗр районсенче, тепӗр майлӑ каласан, Атӑл юханшывӗн ҫывӑхӗнче.

Чӑваш чӗлхи тӗрӗк чӗлхин тӗнчин инҫӗшӗнче вырнаҫнӑ, «пӗтӗмӗшле тӗрӗк стандартӗнчен» чылай уйрӑлса тӑрать. Чӑваш чӗлхин фонетикинче тӗрӗк чӗлхинчи З тата Ш саспаллисем вырӑнне Р тата Л калаҫҫӗ. Юлашки сыпӑка та уҫӑмлӑрах палӑртаҫҫӗ .Сӑмахри ударени тури чӑвашсен тӗрлӗ вырӑна лекет, ҫавна литература чӗлхине йӗркеленӗ чух тӗпе хунӑ. Грамматика уйрӑмлӑхӗн шутне тӗрӗк чӗлхинчи тӗрлӗ фонетика варианчӗллӗ -ЛАР нумай хисеп аффиксӗ вырӑнне –СЕМ усӑ курни кӗрет. Кунсӑр пуҫне глаголсен, падежсен, кӑтартуллӑ местоименисен никӗсӗ тӗрӗк чӗлхинчипе пӗр килмест. Чӑваш чӗлхин фонетикинче, грамматикинче, лексикинче ытти тӗрӗк чӗлхисем витӗм кӳни сисӗнет. Чи малтанах – тутар чӗлхин (анатри диалектра), ҫавӑн пекех монгол, финн-угр (мари тата удмурт), иран тата вырӑс чӗлхисен. Чӑваш тата вырӑс чӗлхисен ик чӗлхелӗхӗ анлӑ сарӑлнӑ вӑхӑтра (1989 ҫулхи ҫырав чӑвашсен 88 проценчӗ чӑвашла ирӗклӗн калаҫнине кӑтартса панӑ) вырӑс чӗлхинчен йышӑннӑ сӑмахсем вырӑссен фонетика сӗмне упраса хӑварса кӗрсе пыраҫҫӗ.

Чӑваш литература чӗлхи анатри диалект ҫинче никӗсленнӗ. Литература чӗлхин йӗркеленӗвӗнче И.Я. Яколвев тата вӑл ертсе пыракан Чӗмпӗрти учительсен чӑваш шкулӗ (XIX ӗмӗр вӗҫӗ) пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Чӑваш чӗлхине шкулта предмет евӗр вӗрентеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне рсепубликӑри хӑш-пӗр аслӑ шкулта икӗ семестр вӗрентеҫҫӗ. Чӑваш чӗлхинче чӑваш чӗлхипе радио тата телевещани ҫукпа пӗрех, анчах чӑвашла периодика кӑларӑмӗсем кун ҫути кураҫҫӗ. Чӗлхене усӑ крумалли сфера питӗ ансӑр. Пӗтӗм хута вырӑсла кӑна ҫыраҫҫӗ. Чӑваш чӗлхипе яллӑ вырӑнта ытларах йӑлара кӑна усӑ кураҫҫӗ. Чӑваш ҫамрӑкӗсенчен чылайӑшӗшӗн тӑван чӗлхе вырӑс чӗлхи пулса тӑрать. Чӑваш Ен правительствин политики обществӑра чӑваш чӗлхине сахалтарах усӑ куртарас, чӑвашсене пӗтӗмпех вырӑслантарах тӗллевлӗ. Пӗр правительство сайтне те, шкул е район сайчӗсене те чӑвашла тытса пымаҫҫӗ. Элтепер тата правительство пайташӗсем тухса калаҫни «Хаклӑ юлташсем» дежурнӑй фразӑран пуҫланать та чӑвашла калаҫасси ҫакӑнпа вӗҫленет. Тухса ҫӳремелли вырӑнсенче е аслисене чӗнме «господин, госпожа» вырӑс сӑмахӗсен аналогӗсем ҫук. Шупашкарта илтекен чӑваш чӗлхи литература чӗлхинчен уйрӑлса тӑрать, вирьялсене ҫывӑхрах-тӑр, вӑл вырӑс сӑмахӗсемпе хутӑшнӑ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 2497.71.9172
2014.11.30 13:04
Agabazar
Якур // 3704.66.6171 2014-11-30 08:43: <<Тимĕр пит тĕрĕс калать, пурин те ачисем килте вырăсла пуплеççĕ.>>

Кунашкал открытишĕн сире Нобель Премине парĕç

Якур // 2826.62.5208
2014.11.30 19:42
Мана Акапасар премине парсан та çитсе пырать.Çав премине пурпĕрех каялла тавăрса парăп Акапасарнех,выçса вылесрен пит шикленетĕп вĕт!
Якур // 2826.62.5208
2014.11.30 19:55
Тĕрĕс калаççĕ: ХАМĂРА хамăр улталама пăрахмалла-Акапасар асăннă çынсен ачисем никамăн та чăвашла калаçмаççĕ.Акапасарăн çемьи те, ачипăчисем те çук пулмалла.Кунта хуть Nobel текен премине,хуть Ленин премине,хуть Патшалăх премине пар-нимех те улшăнас çук. Калаçмаç,значăт калаçмаç.
Атила // 3913.58.4645
2014.12.01 18:19
Акапасар,Угаслова ,тархасшăн,ан тĕхĕн.Вăл конгреса сĕкĕнсе кĕмен.Ăна халăх та, влаç та ыйтнă.Унăн ачисем çын пулнă тахçанах.Эсĕ асăннă тепĕр "конгресменне" чăваш чĕлхи "по барабану".Паллах ,хăйĕн ачисемпе чăвашла калаçма вăл шутламасть те.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.01 19:30
Акасапар:"Кунашкал открытишĕн сире Нобель Премине парĕç".
Мĕншĕн премисемпе перкелешен, хăвăн çамку çине çапса хур хуть Нобель премине, хуть Д.Вашингтонăнне.
Тимӗр // 4916-2612
2014.12.01 21:59
Гуманитари институтĕнче чăваш члхине упрас тата аталантарас тесе çĕре яхăн учительсем пухăннă.Никам та килĕнче хăйĕн ачисемпе чăвашла калаçмасть.А эпир шаннă всене.Çуралсанах садике каиччен чăвашла кăна калаçнă хамăр пепкесемпе.
якур // 2145.51.4418
2014.12.04 17:02
Тĕрĕс,Тимĕĕĕĕĕр хăта! Икĕпитленме пурин те пăрахмалла!
Аслати // 4117.51.7078
2014.12.12 11:23
Вĕрентетĕр ыттисене, хăвăр чăвашла таса çырма та пĕлместĕр! Çыру чĕлхинче кашни паллă вырăнта пулмалла, çав шутра хÿреллĕ пăнчă та.
Аслати // 4117.51.7078
2014.12.12 18:01
Кам та пулин аса илеет-ши паян Республика кунĕ тата Чăваш пичет кунĕ ятлă уявсене Архиповпа Леонтьев пуçарнипе никĕсленине? Тата - Чăваш чĕлхи кунне?
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.12 20:28
"Республика кунĕ ятлă уява Архиповпа Леонтьев пуçарнипе никĕсленĕ"- тени çĕнĕ пулăм чăваш историйĕнче. Республикă кунĕ кунхине "Акатуй тума укçа-тенкĕ Минкультран,Минфинран куçарса çав укçана пайлакаланă"-тени вырăнлă ман шутпа.

Страницăсем: 1, ... 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики