Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +9.3 °C
Я знаю, что ничего не знаю, а другие не знают даже этого.
(Сократ)
 

Владимир: Мӗн вӑл пирӗншӗн вырӑс чӗлхи?

Владимир30.12.2013 18:1758459 просмотров

Attila. 30 декабря 2013, 15:35. «Вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе,колонизаторсен чӗлхи. Russian language is a foreign language for me

Для меня русский язык иностранный(язык оккупантов) ,я сразу это всем говорю,я мыслю по чувашски,считаю кстати по чувашски вернее и точнее получается.Мне даже ближе английский и немецкий там больше родственных связей я вижу ,чем в иностранном русском»

Ҫак сӑмахсене пайӑн-пайӑн уйӑрса тишкерме шутларӑм. Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе, колонизаторсен чӗлхи". Мӗн пур чӑваша илсен пӗр чӑвашӗ те пулин вырӑсла калаҫма вӑтанать-ши? Ҫук! Кашни чӑваш ҫемьинче вырӑс чӗлхисӗр пурнӑҫа аталантарма май ҫуккине ӑнланаҫҫӗ кӑна мар, чӑваш чӗлхипе аталанаймастӑн тесе шутлаҫҫӗ!Хула варринче чӑвашла калаҫма именекен чӑваш пур-и? Чилай! Мӗншӗн? Кам куншӑн айӑплӑ? Вырӑс-и? Е, чӑвашӗ-и? Кам пире, чӑвашсене, тӑван яла аталантарма чарать? Кам ял ҫумӗнчи ҫӗрсене ҫеремлентерсе ячӗ? Вырӑс-и? Мӗншӗн пурте хуланалла талпӑнатпӑр? Канлӗ, папи пурнӑҫ шыраса! Вырӑс ҫумӗнче!

Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн колонизаторсен чӗлхи" Чӑваш халӑхӗ (Чӑваш ЕН)паянхи куна вырнаҫнӑ вырӑн чӑвашӑн -им? Ҫук? Атӑлҫи Пӑлхарӑн границисене пӗлетпӗр вӗт? Аҫта папкаланса аталаннӑ чӑвашлӑх,- пӗлетӗр-и хуть? Кам халӗ ҫав ҫӗр ҫинче хуҫаланать? Тата. Ҫӗпӗрти, Атӑл тӑрӑхӗнчи чӑвашсем кам ҫумӗнче сыхланса юлма пултарнӑ-ха? Вырӑс ҫумӗнче мар-им? Колонизатор тесе кама калаҫҫӗ? Сан пурнӑҫна аркатса санран тарҫӑ туса хуракана калаҫҫӗ. Ҫапла мар-и? Историе вулакан этем пирӗн шеремет халӑхӗ 13-15-мӗш ӗмӗрсенче мӗнле майпа ҫӑлӑнса юлнине пӗлме кирлӗ. 16-мӗш ӗмӗрте хӑй шӑпине хӑйех палӑртнине те ӑслӑ-тӑнлӑ этем лайӑхах тӑнлама кирлӗ. Иртнӗ ҫӗрҫуллӑх хушшинче вырӑс халӑх ӗнси ҫинче кӑна этем шайне кӗме пултартӑмӑр вӗт. Эпир те эпир тетпӗр. Шкул кӗнекисене илер ха. Тӑван Енех, сӑмахран. 19-мӗш ӗмӗрчен пӗр ӗненмелле пулӑм кӑтартса панӑ-ши ку кӗнекере. Тата ӑсчахӗсем хушшинче пӗр чӑваш та пулин пур-и? И.Яковлев, И.Ьичурин, В.Чапаев, Егоров тата ыттисем те чӑвашсем-им? Кӗнеке вулама, хут пӗлме ҫӗр ҫул кӑна пӗлетпӗр вӗт! Вырӑса пула кӑна!

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Владимир // 2945.18.1794
2014.01.03 16:57
Мĕншĕн ха, Agabazar вырăссем колонизаторсем?
Agabazar // 2486.57.4554
2014.01.03 17:29
Agabazar
Володя:"Мĕншĕн ха, Agabazar вырăссем колонизаторсем?"

Ку мĕнле МЕРЕККЕ тата? Хăй (Волоча текенскер) тема уçам пекки тукалать колонизаторсем пирки. Унтан Акапасар умне ыйту пекки лартать! Ыйтăва хăвăр лартнă— хăвăр хуравлăр! Вырăссем чăвашсенчен чаплăрах, лайăхрах, ăслăрах тесе мухтанса çÿрĕр! :-(

Намăс!..
Владимир // 2945.18.1794
2014.01.03 17:47
Аха, чăваш, ура çине тăр! Çапла-и, Agabazar. Ну, çĕнтертĕмĕр, кайран мĕн тăвăпăр? Шереметсем! Пăтăрмах хыççăн пĕр чăвашĕ те пулин чĕрĕ юлĕ-ши?
Владимир // 2945.18.1794
2014.01.03 17:50
Эпĕ çырнине пайĕн-пайĕн уйăрса сÿтлеме пултарияттăр-и?
Agabazar // 2486.57.4554
2014.01.03 17:51
Agabazar
Володя // 2945.18.1794
2014-01-03 17:47
<<Аха, чăваш, ура çине тăр!>>

Ну пурăнăр эппин хĕвел сÿниччен чĕркуççи çинче. Кăмăлăр пулсан.
Владимир // 2945.18.1794
2014.01.03 18:44
Мĕнле вара "пурăнăр"? А эсĕ (эсир) вара, Agabazar,çÿлтен пăхса тĕллеттерсе ларасшăн -им?
Сăмахран, сирĕн "ЭСИР" тат "ЭПĔ" пирки часх пĕр статья кăларатăп. Ан кÿрен, Agabazar, сана савăнмалли мар.
Владимир // 2945.18.1794
2014.01.03 19:20
Статья пирки çеç калаçатпăр.
Улатимĕр // 3481.55.6158
2014.01.03 22:27
И.Яковлев, И.Ьичурин, В.Чапаев, Егоров тата ыттисем те чăвашсем-им? Кĕнеке вулама, хут пĕлме çĕр çул кăна пĕлетпĕр вĕт! Вырăса пула кăна!

Ытла мĕскĕне ан хур-ха Чăваш халăхне.Вырăссен çулçÿревçи Афанасий Никитин та(Хождение за три моря)хăйĕн çырăвĕсене араб чĕлхипе çырнă тесе вуланăччĕ эпĕ, тахçанах Совет союзĕ вăхăтĕнчех. Çапла пулсан, вăл вăхăтра вырăссен те çыру пулман,араб чĕлхипе усă курнă. Хальхи Английский пек,международный язык.
Agabazar // 2486.57.4554
2014.01.03 23:47
Agabazar
Чăвашсен вырăс умĕнче чĕркуçленсе ларса мĕскĕнленме нимĕнле сăлтав çук. Тĕнчери пур халахсем те пĕр тан. Аслăрах тата кĕçĕнрех, лайăхрах тата начартарах халăхсем çук. Чăваш вулама-çырма вĕренни пин çул ытла. Е темиçе пин çул та пулать пуль.
Васса // 1121.85.9008
2014.01.04 10:27
Вырăссене турă вырăнне хума та кирлĕ мар,асаттесемпе асаннесем вырăсла пĕлмесĕрех, вырăс челхи урлă çутта тухмасăрах тивĕçлĕ пурнăç ирттернĕ.

Страницăсем: 1, ... 20, 21, 22, 23, 24, [25], 26, 27

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики