Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +6.3 °C
Вор не тот, кто крадет, а тот, кого поймали.
(Б. Шоу)
 

Аçтахар Плотников: Туслӑх — арканми?

Аçтахар Плотников24.02.2012 19:4118905 просмотров
«Хыпар» хаҫатра пичетленнӗ Геннадий Кузнецовӑн «Туслӑх — арканми» шухӑшпа паллашрӑм. Шел те, ман унпа пӗрре те килӗшес килмест.
Хальхи вӑхӑтра ман шутпа вырӑс халӑхӗпе чӑваш халӑхӗ хушшинчи хутшӑнусене ним енчен те туслӑх тесе калас ҫук. Туслӑх вӑл икӗ енлӗ-ҫке — пӗри теприне хисеплет пулсан тепри те ӑна хисеплет. Чӑвашпа вырӑс хушшинче вара — чӑваш вырӑса хисеплени ҫеҫ. Вырӑс чӑваша пӗрре те хӑйпе пӗр тан халӑх шутласшӑн мар.
Геннадий Кузнецов хӑйӗн шухӑшӗнче XIII ӗмӗрте пӑлхарсемпе вырӑссем тутар-монголсене хирӗҫ пӗрле тӑни пирки те ҫырать. Пӗрле тӑнӑ пулсан Атӑлҫи Пӑлхар патшалахӗ пӗтмӗччӗ ӗнтӗ. Пулӑшман ҫав пире вӑл вӑхӑтра вырӑссем, пирӗн халӑх тутар-монголсене тытса чарӗ тесе шаннӑ. Тен, тутар-монголсем пире ӑшаласа илсен Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ патшалӑх вӑйӗ чакасси пирки те шутланӑ пуль. Авторӑн ҫак шухӑшӗ мана пушшех те килӗшмерӗ вара.
Хӑйӗн шухӑшне Геннадий Кузнецов нумай пулмасть тухнӑ Путин статьине тишкернӗ май калӑпланӑ. Путин ун шухӑшӗпе ырӑ туйӑмсем вӑратнӑ.
Ман вара ыйтас килет: Путин чӑнах та нумай нациллӗ халӑхшӑн пулнӑ пулсан мӗншӗн чӑваш халӑхне хӑйӗн элтепӗрне суйлаттарасшӑн мар? Мӗншӗн чӑваш халӑхӗн Президент пулаймасть (ма Пуҫлӑх кӑна пулмалла ун?)? Мӗншӗн вӗренӳре наци компоненчӗ пулаймасть? Мӗншӗн пирӗн республикӑра чиркӳ хыҫҫӑн чиркӳ ҫӗклеҫҫӗ (Чулхула тӑрӑхнех илӗр — унта аплах тӑрӑшмаҫҫӗ-ҫке)? Мӗншӗн телекуравра вырӑс чӗлхи кӑна (ытти халӑхсен вара хӑйсен тапӑҫланма тивет /пирӗнешкел чухӑн халӑх вара, тапӑҫланаймасӑр, вырӑсла кӑна информаци илет/)? Тата ытти, тата ытти те.
Путина чӑнах та нумай нациллӗ патшалӑх кирлӗ пулсан вӑл пирӗнешкел наци республикисенчи вырӑс мар халӑхсен прависене пӑснӑшӑн вырӑнти пуҫлӑхсенчен ҫирӗп ыйтмалла. Пӗр тан условисем туса пама ыйтмалла. Ун пекки ҫук.
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Якур // 1039.8.4424
2012.12.08 13:38

Пирĕн Усламçăсем пĕр-пĕринпе тупăшса чиркÿ çурчĕсем купалаççĕ. Е тата Варнавăна резиденци çурчĕсем парнелеççĕ. Мĕнле япала ку, кăна мĕнле ăнланмалла? Вырăнти тĕп халăхăн Хастарĕсем( мул пухма пултарнă çынна хастар теме юратех пулĕ- вăл ăна тĕрĕс мелсемпе пухман пулсан та)мĕншĕн Францирен килнĕ Праскьене пуç çапатпăр-ши? Мĕнле пулăм ку?
Игорь Сайман // 4031.40.1181
2012.12.08 20:31
Якур:"...Мĕнле пулăм ку?" Ку пулăма пире "халăхсен туслăхĕ" пек кăтарма тăрăшаççĕ... Леш хайхи арканми туслăх...
Якур // 1039.8.4424
2012.12.09 09:36

Çук пуль: пирĕн "Шăлсăррине-Беззубость" туйса влаç тытăмĕнчи харсăрсем халăхăн шанчăк çуратма хистекен туйăмсене туртса илесшĕн( хам пирки мар, кинемейсемпе куккасем пирки калатăп). Çав арçын монастырĕн Атăл леш енчи сĕм вăрмана кайса канлĕх тупмалла пек, вĕсем Шупашкар варринче сарăлса пыраççĕ. Ку арканми туслăх мар.
Атнер // 2905.16.5079
2012.12.09 09:37
Мĕнле сăмах вăл(конгресран тарса çÿреть)?Просто конгрессран усси çуккипе чăвашлăхшăн ĕçлекенсем унта кĕрсе вăхăт ирттермеççĕ.Хусангай Тургай Станьял Цыпленков Лукиянов принципиально кĕмеççĕ .
Игорь Сайман // 3267.41.5861
2012.12.09 12:09
Хусанкай "хисеплĕ президент" ята хăй çинчен çĕклесе çапман,20 çуллăх юбилейре те пулнă; Туркай Архипова улăштарассишĕн хĕрĕнсе çурет;Станьял ваттисен канашĕнче тăратчĕ пулас;Цыпленков конгресс çыннисенчен интервьюсем илет;Лукианов Тымарланпа тата Илле Ивановпа "ĕмĕлке" хатĕрленĕ...
Игорь Сайман // 3267.41.5861
2012.12.09 12:13
Якур:"Ку арканми туслăх мар"
Ĕнтĕ ироние те туйми пултăр-и?
Якур // 1039.8.4424
2012.12.09 16:23
намăса пĕлмесĕр ман спец-сть: экономист-организатор с/хозяйства, в 1991 окончил аспирантуру высшей школы при ЦК ВЛКСМ, получил( ее же не полуают и с пылу-жару не понял, что получилось)степень кандидата экономических наук. Вот бы эту степень, да в родную его деревню, по которой якобы плачет. Но при этом из хлебосольной Белокаменной ни-ни не уезжает.
Атнер // 3169.73.3456
2012.12.09 21:32
Станяьял тахçанах прахса кайнă кун пек конгресс халăхăн мар тесе.Ваттисен канашне ертсе пырать Кибеч.Лукиянов конгреса çÿресе намăăс курасшăн мар.Вăл пулас президент конгресăн.Ĕмĕлке хăйĕн ĕçне тăвать.
Атнер // 8212.4.3457
2012.12.10 12:39
Тургая каллех сенкнр экранпа Путинпа тĕлпулура кăтартрĕç.Вăл президентăн довереннăйĕ.Архиповăн шăпи пирки кулянмăпăр.Хыпара ĕçлеме каять вăл.Леонтьев патне.
Якур // 1039.8.4424
2012.12.10 12:51

Иронипе пурăнсах Аслă çĕршыва салатса ячĕç пирĕн "Руководящая тата вдохновляющая" партин тата ун шăллĕн( ВЛКСМ) <ĕçченĕсем>. Вăхăта шеллемесĕр Мосентеш сайтĕнче тепĕр тутчен хутпа кăранташпа пирĕн иртнĕ саманари идеологсен Биографисене тишкертĕм. Сайман тĕрĕс çырать-вăхăта ахаль ирттермен вĕсем

Страницăсем: 1, [2], 3, 4, 5

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики