Тăвалла пулсан та маллалла! — тенĕ пĕр сăвăра. Çавна асра тытса пирĕн те малалла утмалла! Çулĕ темле йывăр пулсан та утма çăмăл мар пулсан та — малаллах утар!
■ 2011-01-14 23:07:43 :: 1016 просмотров
Шкулсенче вырăс чĕлхине миçе сехет вĕрентнине шута илсе, тата чăваш чĕлхин сехечĕсене асра тытса ман çапла шухăш çуралчĕ — чăн та вырăс чĕлхи йывăр! Ара мĕн кĕçĕн классенчен вĕрентме пуçлаççĕ те вĕрентеççĕ-вĕрентеççĕ, çаплах вĕрентсе çитереймеççĕ! Вырăс чĕлхипе ачасене эрнере миçе сехет минретеççĕ? 5 сехет. Чăваш чĕлхине вара? 2-3 сехет* те (хăш-пĕр шкулсенче 1 сехетпе те çырлахаççĕ) çитет теççĕ. Ман шутпа вырăс чĕлхи ЙЫВĂР пулнăран! Унашкал нумай вĕрентни йывăр пулнăран кирлĕ ĕнтĕ :) Кĕçĕн классенчен 11 класа çитиччен вĕрентеççĕ — çапах йăнăшсăр çырма пултараймаççĕ :).Далее...
■ 2011-01-13 20:03:36 :: 2119 просмотров
Паян 14-мĕш маршрутпа вокзала çити ярăнтăм. Çула май билбордсене сăнаса пытăм. Шел те, пĕрин çинче те чăваш сăмахĕ тупăнмарĕ. Социаллă рекламăра та пулин (ăна администраци вырнаçтарать пулĕ...) чăвашла çырни çук. Йăлт вырăсла. Саккунпа вырăс чĕлхи те чăвашли те пĕр танах. Пурнăçра вара — пач урăхла. Такама «тав тумалла» ĕнтĕ куншăн... Те чăвашсен наянлăхне, те вырăссен «маттурлăхне»...
2-3 хут чăвашлăхшăн вăйлăрах ĕçлес вырăнне, «йывăр, йывăр» тесе ларнипе ĕç мала кайĕ-ши?
■ 2011-01-13 17:17:25 :: 851 просмотров
Паян Шупашкар районĕнчи Чăрăшкасси шкулне кайса килтĕм. Сăлтавĕ пурччĕ — пĕлтĕрхи чӳк уйăхĕн вĕçĕнче эп хамăн кивĕ флешкăна çухатрăм. Чулхула-Шупашкар автобусран тухнă чухне кĕсьерен тухса ӳкнĕччĕ. Сисмен те. Чăрăшкасси шкулĕн вĕрентекенĕ вара ăна тупнă иккен. Тупнă çеç мар, флешкăри файлсене тишкернĕ хыççăн хушамата пĕлсе пĕлĕшсем урлă мана шыраса тупнă.Далее...
■ 2010-12-27 16:09:41 :: 1168 просмотров
Çапла хăтланса вĕсем ĕçленĕ пек туса кăтартасшăн курăнать — спидометр çинче çухрăмсем çавăртараççĕ.
■ 2010-12-27 15:06:48 :: 1386 просмотров
http://chuvash.org/blogs/comments/161.html — кунта 2006 çул пĕтĕмлетĕвĕ.
http://chuvash.org/blogs/comments/531.html — кунта 2007 çул пĕтĕмлетĕвĕ.
http://chuvash.org/blogs/comments/785.html — кунта 2008 çул пĕтĕмлетĕвĕ.
http://chuvash.org/blogs/comments/947.html — кунта пĕлтĕрхи, 2009 çул пĕтĕмлетĕвĕ.
Малтан яланхилле япăххине аса илмелле.
1. Чăваш халăх сайчĕ ĕçлеме пуçланăранпа 5 çул тултарнă ятпа статьясен кĕнекине кăларасси пулмарĕ.Далее...
■ 2010-12-22 19:40:19 :: 1238 просмотров
Чăвашла сăмахсене сортланă чухне «Ă», «Ĕ», «Ç», «Ÿ» саспаллисем мала тухса тăраççĕ. Мĕншĕнни те паллă — эпир усă куракан çак саспаллисен кочĕ «А», «Б», «В» тата ыттисенчен пĕчĕкрех. «Ӳ» усă курнă чухне чылай чухне çак саспалли «Я» хыçне кайса тăрать. Сăлтавĕ — саспалли кочĕ «Я» саспаллийĕнчен пысăкрах пулнинче. Çак тĕрĕсмарлăх чăваш чĕлхи компьютерта сахаллăн усă курнипе çыхăннă. Тĕнчере çеç мар, Раççей шайĕнче те пирĕн саспаллисене вырăна лартассишĕн никам та тăрăшмасть. Çавăнпа та ку ĕçе хамăрăн тума тивет.
Чи малтан пирĕн мĕн пĕлмелле? Компьютерта саспалли йĕркине ятарласа вырнаçтарасси пур.Далее...
■ 2010-12-20 18:52:34 :: 1152 просмотров
Паян наци радиовне итленĕ чухне президент официаллă сайтсене икĕ чĕлхепе тумалли пирки каланине илтрĕм. Япăх илтрĕм — тĕнче тетелĕ урлă лайăх итлеме май çук, татăлать... Йывăр пулин те икĕ чĕлхеллĕ тумаллах тенине çеç илтсе юлтăм.
Сăмах май, cap.ru сайтра акăлчанпа нимĕç версийĕсен ялавĕсем çукки куçа кĕрчĕ...
■ 2010-12-15 23:47:56 :: 1412 просмотров
Эх... ăçталла каятпăр-ши эпĕр?
http://lifenews.ru/news/46714 — çак этемсемшĕн машин хакĕ çын пурнăçĕнчен хаклăрах! Выльăха çаврăнатпăр-ши? Укçа... укçа... укçа...
Никама та мар, хăйсене çеç хаклама пĕлеççĕ. :(
■ 2010-12-12 21:13:31 :: 944 просмотров
Ĕнер хамăн ĕçсене туса пĕтернĕ хыççăн киле çитрĕм те cap.ru сайта кĕтĕм. Тĕрĕсрех каласан, Алимасов куравĕ пирки тата чĕлхе комиссийĕн ларăвĕпе çыхăннă хыпар çук-ши тесе кĕтĕм-ха. Хайхи асăрхарăм — Чĕлхе саккунне хатĕрлеççĕ иккен, халăха ăна пĕрле сӳтсе явма чĕнеççĕ. Тĕплĕ вуламарăм, 11-мĕш кун валли хыпар унсăр та нумай вырнаçтарнăччĕ те вырсарникун, паян ĕнтĕ, çынсене пĕлтерĕп тесе шухăшларăм.
Хайхи паян кĕтĕм — тимлĕрех вуларăм. 8-мĕшĕнче хыпара вырнаçтарнă (11 сехетре), 10-мĕшĕччен сĕнӳсем парса ĕлкĕрмелле. Шутласан — вĕсен проектне пăхса тухма, сĕнусем тăратма — 1 кун çеç уйăрнă.Далее...
■ 2010-12-02 19:56:58 :: 1110 просмотров
Ку сăнӳкерчĕкре ман тăвансем сăнланнă: Ват пичи (Михаил Васильев) тата унăн икĕ хĕрĕ. Сулахайри — Вера, сылтăмри — Тоня. Пĕчĕккĕ чухне вĕсем патне нумай çӳренĕ ĕнтĕ, анчах асăмра нимĕн те юлман тесен те юрать. Çавна май кивĕ сăнсене куç умне кăларса тăвансем пирки асилес килет.
Ват пичи пирĕн тăвансем хушшинче сумлă шутланать — вăл Çатракасси патĕнчи çăван пуçĕ пулать. Шăп та вăл пирĕнтен уйрăлса кайнă чухне çав çĕнĕ çăвана уçнăччĕ. Шутлаттăмăрччĕ ун чух — çĕнĕ çăвана ăна пытарĕç, е киввине, Алькеш çăвине.Далее...
■ 2010-11-30 17:54:35 :: 1489 просмотров
Красноармейскинчи 2-мĕш шкулăн вĕренекенĕ Валентина Михайлова юрлать.
Маттур!
■ 2010-11-30 17:52:14 :: 1349 просмотров
■ 2010-11-28 22:02:39 :: 1469 просмотров
Чăваш патшалăх канашĕнче чăваш чĕлхин аталанăвне пăхса тухма шутлани, ăна сӳтсе явни питĕ лайăх. Ырлатăп.
Чăваш чĕлхишĕн чи пĕлтерĕшлĕ утăмсем (ман шутпа):
● чăваш чĕлхине усă курассине ӳстересси — компьютера Windows вырнаçтарнă май унта тӳрех чăвашла çырмалли майсем пулмалла (шрифтсем, раскладка), пользователь вĕсене уйрăммăн лартмалла мар (пушкăртсен пек) /Microsoft ахаль çынсене итлесшĕн мар, патшалăх шайĕнче тухсан — ку ĕçе вĕсем тума тивĕç/; тавар упаковкинче чăвашла çырни пач та курăнмасть — çырмалла ман шутпа («Акконд» кăларакан канихвет курупки çине, тĕслĕхрен, вырăсла та, казахла та çырнă — чăвашла вара çук).Далее...
■ 2010-11-25 11:05:32 :: 880 просмотров
Кăçалхи литература ăмăртăвĕ малтанхисемпе танлаштарсан уйрăлса тăрать — вĕренӳ министерстви хутшăнманнине палăртмăпăр. Кăçалхи ăмăртăва 140 хайлав хутшăнать. 2008 çулхине 120 яхăн килнĕччĕ, пĕлтĕрхине — самай сахалтарах. Кăçалхинче эпир 1-5 классене хутшăнтармарăмар (вĕсене хаклама питĕ йывăр — хăшне ашшĕ-амăшĕ çырнă, хăшне ачи хăй çырнине уйăрса илме питĕ йывăр) пулин те хайлавсем ытларах килчĕç. Аслăрах классенчи ачасем нумайрах хутшăнни те савăнтарать пире.
140 хайлав пулнăран ăмăрту йĕрки-шывне пăсса ушкăнсене урăхларах йĕркелерĕмĕр: 6-7, 8-9, 10-11, вĕрентекенсем.Далее...
■ 2010-11-15 16:25:44 :: 666 просмотров
Ку музее тахçанах кĕрсе тухасшăнччĕ — тем тесен те Шупашкар районĕнчи тĕп музейсенчен пĕри-çке. Тепринче, Ишекринче, тахçанах пулсаччĕ. Кӳкеçре музей çул хĕрринчех вырнаçнă. Юлашки çулсенче ăна самай капăрлатрĕç — аякран курăннăран кĕрсе тухас шухăш яланах вăйлăччĕ. Анчах та, çуммăн мĕн чухлĕ иртсе çӳремен пулĕ — кĕрсе тухма май тупăнмарĕ.
Чӳкĕн 8-мĕшĕнче вара хам тĕллеве пурнăçларăмах — çак музее кĕрсе унпа паллашрăмах.
Музей тулашĕнче кăна мар, шалашĕнче те питĕ хăтлă.Далее...
■ 2010-10-21 21:00:04 :: 1393 просмотров
«Сувар» ятлă домен илме май çук терĕç мана. Пурне те йышăнса пĕтернĕ тет. Мĕнле çук, акă туллиех:
suvar.aero Свободен
suvar.asia Свободен
suvar.biz Свободен
suvar.cc Свободен
suvar.eu Свободен
suvar.in Свободен
suvar.kz Свободен
suvar.me Свободен
suvar.mobi Свободен
suvar.name Свободен
suvar.tj Свободен
suvar.tv Свободен
suvar.tw Свободен
suvar.us Свободен
suvar.uz Свободен
suvar.ws Свободен
■ 2010-10-10 21:30:24 :: 1112 просмотров
Илемлĕ чĕлхепе çырнă хайлавсене вулама юратап. Чăн чăваш чĕлхипе çырнисене. Уйрăмах хăш-пĕр сăмах ăстисен хайлавĕсене вулама кăмăллă. Халĕ Иван Мучин калавĕсене кĕртетĕп — чăн-чăн ăста пулни хайлавсенчи кашни предложенире курăнать. «Капкăнра» пичетленекен çыравçăсен ман шутпа ун калавĕсене пĕр çĕр хут вуласа тухмалла вара тин алла калем тытмалла. Шел те, хальхи «Капкăнра» Иван Мучи шайĕнчи сахал. Çук тесе каламăп — тен, пур та. Кӳрентерес мар. Ун калавĕсем хальхи саманашăн кивĕ ĕнтĕ, анчах чĕлхи.Далее...
■ 2010-09-23 10:14:02 :: 884 просмотров
Ĕнер Алексей Зайцевăн «Ачалăхри пĕр кун» хайлавне вуларăм. Асаилӳ (ăна çак жанрпа çырнă) çапла вĕçленет:
«...Çитмĕл çула çитрĕм ĕнтĕ. Унччен кун пирки шухăшласах кайман. Халĕ ытла та сисĕнме пуçларĕ. Çын тени, пурте мар та-ха, саккун пӳлмесен, патшалăх ирĕк парсан мĕн чухлĕ май пур — çав таран иртĕхме пултарать. Патша вăхăтĕнче те, Сталин саманинче те, паян та çавах...»
Çакнашкал асаилӳсене вуланă май ĕненме те йывăр — чăн та вĕт, пуçлăхсем хуть те хăш саманара алхаснă; чăн та, вăрçă хыççăнхи çулсем йывăр пулнă.Далее...
■ 2010-09-15 23:05:02 :: 1030 просмотров
iXBT хыпарĕсемпе паллашнă май пĕр ӳкерчĕкре чăваш тĕрри курăнса кайрĕ — электронлă кĕнеке кăларнă иккен:
http://www.ixbt.com/news/all/index.shtml?13/76/85
//лайăхрах тишкернĕ май çакă паллă пулчĕ: Wexler — Раççей фирми. Логотипĕ вара чăваш тĕрри манерлĕ. Тенче тетелĕнчи адрес: www.wexler.ru
■ 2010-09-13 15:56:16 :: 1183 просмотров
, ...