Последние записи в Дневниках пользователей
Последние записи в Дневниках пользователей
Здесь вы видите последние записи с Дневников пользователей. Любой
зарегистрированный пользователь может иметь свой Дневник, в котором может записывать
заметки и мысли о ролевых играх, о жизни, о происходящем, публиковать свои произведения.
Дневник призван помочь новичкам влиться в наше сообщество, найти новых друзей. Активный
пользователь всегда будет виден ДМам по его записям, посему у такого пользователя больше
шанс попасть в нашу игру.
В нашем Дневнике запрещено публиковать заметки оскорбительного характера, а также использую
ненормативную лексику.
■ 2011-02-02 17:42:22 :: 1135 просмотров
— Хамăр эпир кунтисем мар та... Турăшăн та, пулăшăр тархасшăн...
— Ак! Кунтисем мар тет! Çырса хур — пирĕн хулана тепĕр икĕ турист килсе кайнă, те! Çук!.. Туристсен ушкăнĕ, те! (тĕрĕссипе «Турист ушкăнĕ» пулмалла пек...)
//Мана çак ӳнерçĕсен ĕçĕсем питĕ килĕшеççĕ :)
■ 2011-02-02 17:00:46 :: 831 просмотров
Тĕнче тетелĕ чăвашланать. Майĕпен-майĕпен пулин те. Влаç та вăл еннелле туртăнни вара пушшех те савăнтарать. Çавах та йăнăшсем, çитменлĕхсем çук мар. Эп кунта тиркесе мар, вĕсене майĕпен юсасса шанса кăтартас тетĕп :)
Президентăмăрăн кун кĕнекинчи чăвашла пайне пăрахманни, ăна тултарсах пыни мана питĕ савăнтарать, кăмăла каять. Орфографи йăнăшĕсем çуккине те лайăх (манăнах вĕсем умлă-хыçлă тухаççĕ, япăх вуланă чухне юлаççĕ те...).
Шел те чăвашла пайне вулама май çук. Вырăслине ăнланма самай çăмăлрах. Чăвашлине вулан-вулан та пĕр вуннăмĕш хутĕнчен тин тăна кĕрет.Далее...
Чăваш ялĕсен ячĕсем мĕншĕн вырăсла?
-урам ячĕсем
-çул кăтартмăшĕсем
(ялĕсенче,УЙКАСА пĕр вырăс та çук, анчах кама валли Ойкассы тесе çыраççĕ?)
ИШЕК - ишаки?
ТЕНИ - тенеево?
ЩĂХАЛЬ - ямбахтино?
урамĕсем тата:
ТĔП урам - ул.Горького?
ЛЕШКАС - заовражная?
ХЫÇАЛТИÇУТ - ул.Южная?....
Мăшкăлаççĕ-?
ПИТЕР БЕЗ МАТВИЕНКО !
http://piter-bez-matvienko.ru/
Количество подписывающих - более 1000 человек в день ! И возрастает с каждым днём ! Присоединяйтесь к банкету, уважаемые ! Настроение: впечатленное
Музыка: Интернационал ;)
■ 2011-01-25 19:32:09 :: 1049 просмотров
Çапла, Чăваш энциклопедине ĕненес пулсан, Куславкка районĕнчи Ырашпулăх (выр. Бишево) урлă Вăта Енĕш юхса иртет. Ку йăнăш пирки паянхи «Хыпарта» Александр Вишневский пĕлтернĕ. Ӳкерчĕкре эп юханшыва пунктирпа палăртрăм, хăй ялне уйăрса кăтартрăм.
Хам та уçса пăхрăм — чăн та ял витĕр Вăта Енĕш юхать тенĕ. Ял ятне тен пăтраштарнă пулĕ терĕм те — çук. Унта Бишево ятлă ял тепре пур — Вăрмар районĕнчи Энтрияль. Çав ял та Вăта Енĕш патнеллерех ларать, анчах та ун пирки çырнă чухне тĕрĕсех каланă — юханшыв ялтан 2 çухрăмра юхать тенĕ.Далее...
■ 2011-01-22 22:24:40 :: 2612 просмотров
Тиркесе мар ĕнтĕ, çапах та.
Культура центрĕ пулин те çак пĕлтерӳ хутне йăнăшсăр çырайман :(
«культурĂ учрежденийĕнче» (орфографипе килĕшӳллĕн «культурА»)
«çЕнсе» (кунта «çĔнсе» пулмалла, тăррине маннă).
Пысăках та мар хучĕ — шкул ачине кун чухлĕ йăнăш тусан «иккĕ» лартĕччĕç пулĕ...
■ 2011-01-22 20:11:52 :: 1436 просмотров
Паян «Ялавăн» 1988 çулти 4-мĕш номерĕнче çакнашкал çыру асăрхарăм:
Шупашкар çинчен сахал мар сăвă-юрă хывнă. Халăх тăван хуламăр çынчен савăнсах юрлать. Инçе çула тухсин та кашниех часрах унта таврăнма ĕмĕтленет.
Шел пулин те, юлашки çулсенче эпĕ акă мĕн асăрхарăм: çамрăксем час-часах Шупашкар сăмаха юриех вырăслатса калаççĕ, «Чебоксара кайрăм», — тенине Çĕрпӳрен килекен автобусра пĕрре мар илтнĕ эпĕ. Ман шутпа, Шупашкар — чăвашсен хушшинче тахçан авалах çуралнă ят. Далее...
■ 2011-01-20 19:48:57 :: 1376 просмотров
Чăваш халăхне 3 ушкăна пайлама пулать: çумăрта йĕпенесрен, хĕвелĕн хĕрӳ ăшшинчен сыхлакан япалана пĕрисем (вĕсем чылайăн) «зонтик» теççĕ; иккĕмĕшсем, чĕлхене чухлакансем — «сунчăк» теççĕ. Виççĕмĕшсем вара, чĕлхене Дегтярёв Г.А. шайĕнче пĕлекенсем — «пӳхĕ» .
■ 2011-01-18 23:31:53 :: 1025 просмотров
Елена Беловăн çырăвне асра тытса
Çĕнĕ çын хăйĕнпе яланах çĕннине илсе килет теççĕ. Çавăнпа та пуçлăх улшăннă вăхăтра пăлхавар тунин усси çук теççĕ — çĕнĕ пуçлăх халăхра шанчăк çуратать. АПШ президенчĕсем те яланах улшăнни вăл тĕлĕшпе лайăх — пĕр пуçлăхĕ тунă йăнăшсене тепри килсен манса каяççĕ, е манма тăрăшаççĕ... Пирĕн президент улшăнни те халăха шанчăк пачĕ пулас — унран чăваш чĕлхине хисеплеме пуçлас, чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе улшăнусем кĕтеççĕ. Вăл шутра ЧНК пуçлăхĕ улшăнасса та шанаççĕ пулас.Далее...
■ 2011-01-18 21:15:37 :: 1271 просмотров
Халĕ эп Тихăн Петĕрккин «Кушкă ачине» вулатăп. Иван Яковлевич вăхăтне сăнласа пани интереслĕ.
Икĕ çухрăмран — Кĕçĕн ур, кăшт кайсан — Аслă ур, ун урлă каçсан — Хулаш, ырăсем пурăнакан вырăн.
Ку ĕнтĕ Кăнна Кушки çывăхĕнчи хулаш пирки.
Çак хайлаврах Киремете усал вырăн тенĕ...
Страницăсем:
1 ,
...
11 ,
12 ,
13 ,
14 ,
15 , [16],
17 ,
18 ,
19 ,
20 ,
21 , ...
88