Акăш


Шурă-шурă акăшсем


Шурă-шурă акăшсем

Тӳпене çĕкленнĕçем

Акăш пек ачаш саспа

Эп калатăп сан ятна,

Мамăк пек çунатăмпа

Эп вĕçетĕп сан патна,

Савниçĕм.

 

Çăлтăр куçлă чечексем

Ыйхăран вăраннăçем

Чечекле чеченлĕхпе

Эп калатăп сан ятна,

Çамрăк çĕмĕрт çеçки пек

Сĕртĕнетĕп кантăкна,

Савниçĕм.

 

Пахчари сар кайăксем

Юррине пуçланăçем

Сарă кайăк чĕлхипе

Эп калатăп сан ятна,

Сар хĕвел пек чĕрӳпе

Ăнланан-ши эс мана,

Савниçĕм?

Тĕрлĕ тĕслĕ акăшсем


Ах, хитре суяççĕ-çке

Ашшĕсем те амăшсем:

Пурăнаççĕ-мĕн инçе

Тĕрлĕ тĕслĕ акăшсем.

Çавăн тĕрлĕ

Пухура

Пур тет хĕрлĕ,

Пур — хура,

Шурă, сарă,

Кĕп-кĕрен...

Тĕс пасарĕ —

Кӳлĕре.

 

Ах, хитре суяççĕ-çке

Хăш чухне ачисене.

Ачапча алли кĕскĕ

Теççĕ пуль ун пек чухне.

Ши! каяççĕ

Ачисем.

Пи! каяççĕ

Хĕрĕсем.

Çитĕнеççĕ

Пит патвар.

Çул инçеччĕ,

Алă пар!

 

Ах, кĕтеççĕ амăшсем

Ашшĕсем те килĕнче.

Тĕрлĕ тĕслĕ акăшсем,

Тен, пурах пуль çĕр çинче?

Пур та пулĕ

Мал енче

Ешĕл кӳлĕ —

Кĕленче....

Ярăнаççĕ

Акăшсем.

Таврăнмаççĕ

Ачисем.

Аптăраççĕ ашшĕсем,

Кулянаççĕ амăшсем.

Балетран


Чупать хум хыççăн хум,

чупать, чупать, —

васкать хум хыççăн хум

çыран енне.

Хум çапăнать те ĕмĕрхи чулпа —

пĕле тăркач татать хăй ĕмĕрне.

 

Сасартăк çак хумсен ушкăнĕнчен

шап-шурă хум килсе тухать ума.

Мĕн-ма кунта вăл шурă

пĕр пĕччен!

Мĕн-ма чупмасть ытти пиншер

хумпа!

 

Ку — акăш.

Чул пек — вăл та авалтан.

Анчах кунта пĕр акăш çеç хуçа.

Ташшийĕ ун — пурнăçпала

пĕр тан.

Ташшийĕ ун —

пуласлăха куçать.

«Эп, акă, — акăш. —

Шурă акăш эп.

Пике пек тейĕç

ман çинчен кĕçех.

Эп,

акăш пек,

шыв çийĕпе ишеп...

Эп, акă, — акăш.

Шурă акăш çех!

Ман юрату та — акăшах.

Çынсем!

Эсир телейлĕ хăвăр çĕр çинче.

Ман юрату çухалчĕ те — кунсем,

çĕрсем

тата

çак кӳлĕ те — кичем...»

Курас терĕм акăш ишнине


Юри антăм кӳлĕ хĕррине:

Курас терĕм хум вылянине,

Сăнас терĕм акăш ишнине,

Чарас терĕм чун ыратнине!

 

Куртăм мăшăр акăш ишнине,

Çунатпа пĕр-пĕрне витнине.

Аса илтĕм чунăм савнине,

Хурланса унпа уйрăлнине!

 

Чĕркуçлентĕм сивĕ çĕр çине,

Чараймарăм вĕри куççульне...

Юраймарăм тусăм чĕрине.

Вăл савать паян урăххине!

 

Юри антăм кӳлĕ хĕррине:

Курас терĕм акăш ишнине...

Куртăм мăшăр акăш ишнине,

Чараймарăм чун ыратнине!

Шурă акăш манăн пулаясчĕ


Вăрман тăрăх утрăм, кӳлĕ куртăм.

Куртăм шурă акăш ишнине.

Ырлăх çине пулĕ хурлăх тупрăм...

Эп çухатрăм чунăм савнине!

 

Шурă акăш манăн пулаясчĕ,

Вĕçейсе каясчĕ тӳпене!

Сан умна анса-çке лараясчĕ

Юрласа чĕреçĕм юррине!

 

Тепĕр хут анчах ман кураясчĕ

Çутă уйăх евĕр сан сăнна!

Куçунтан пăхса тепре каласчĕ

Еплерех савни çинчен сана!

 

Шурă акăш эпĕ пулаяс çук.

Ăраскал паман-çке çунатне!

Сан умна вĕçсе те пыраяс çук

Юрлама чĕреçĕм юррине!

Акăш пурăнасшăнччĕ...


Акăш пурăнасшăнччĕ, —

акăша вĕлерчĕç,

çунатне вăл усрĕ,

ӳкрĕ шыв çине.

 

Хурăн ешересшĕнччĕ, —

хурăна тӳнтерчĕç,

пăчăкă вакларĕ

унăн вуллине.

 

Çын телей курасшăнччĕ, —

çук, телей пулмарĕ,

пăрăнчĕ телейĕ

унăн умĕнчен.

 

Ма тесен вăл айăплă:

акăш пурнаймарĕ,

хурăн ӳсеймерĕ...

Юлчĕ çын пĕччен...