Амăш пӳрте кĕнĕ-кĕмен:
«Уляна, Анюк, салам!
Иксĕре пĕрер парне,
Акă мăшăр пукане.
Атьăр-ха тумлантарас,
Питĕ хитре, чăвашла,
Савăннипе чăтаймасăр
Юр юрласа ярасла.
Касатпăр та çĕлетпĕр,
Шăрçаласа тĕрлетпĕр.
Ухтиярне шур шĕлепке
Тăхăнтарни килĕшет,
Селимене — кĕмĕл тухья,
Шӳлкеме, саппун, тевет.
Шукăль, капăр пултăр тесен
Тăрмашса ларма тивет», —
Терĕ савнă хĕрĕсене
Ыталаса чуптуса.
«Куç хăрать те, ал тăвать» —
Йăпăр-япăр ĕç пырать. —
Пуканисене вара
Çăпата-ши, атă-ши
Тăхăнтарсан лайăх-ши?
— Çăпатине ăна, хĕрĕм,
Ĕçе кайма сырнă тет,
Уявсенче тапăртатма
Сăран атă пулнă тет.
— Аттене, килнĕ-килмен,
Хамăр çума лартатпăр,
Тăхăнтарса тумлантарсан
Пурте пĕрле карталанса
Вăйă юрри юрлатпăр.