Хыçа юлать Çӳçел аялĕ,
Ярăнтарать Мăн-ту чуччу.
Салам сана, Мăн Явăш ялĕ,
Эпĕ таврăнатăп. Сан ачу.
Шăпам
(Усал-и вăл е ырă —
Ăна, тăванăм, хурлас мар.)
Таçта çитерчĕ те,
Çак вырăн,
Мана çуратнă çак путмар,
Пур ыйтăва та хăй пĕртен-пĕр
Татса пама пĕлет меслет.
Асран кайми аннеçĕм евĕр
Чĕнсе илет те тĕрĕслет.
Килсе çитсен,
(Курма кăна-ши?)
Çулра ĕшеннĕ, çуранах.
Сиплет вара ял-йыш канашĕ
Шалти, тулти пур сурана.
Кирлех пулсан — ятлать, чăтса тăр —
Çан-çурăмран тухать сив тар.
Сиппе килет çав, эс пĕр тапхăр
Каллех çын шутлă та патвар.
Инкек-асап, мана ан явăç.
Ял-йышăм, тарават ку чух.
Салам сана, асри Мăн Явăш,
Эп таврăнатăп, сан ачу!