Ĕлĕк-авал хальхи вăхăтри темиçе хутлă çуртсемлĕ, чаплă машинсем чупакан урамлă хула вырăнĕнче пĕчĕк ял çеç пулнă. Çав ялта Урасмет хуçаланнă. Унăн ӳссе çитĕннĕ хĕрĕ пулнă. Унăн ячĕ — Эрпинес. Çак ялтан инçех мар Аçтахан кĕтесĕ пулнă. Аçтаха ял çыннисене ялан шар кăтартнă. Хăйĕн çăварĕнчен тĕтĕмпе çулăм кăларса вăл таврари çынсене хытă хăратнă. Вăл çынсенчен ылтăнпа кĕмĕл, тутлă апат-çимĕç ыйтнă тата хитре хĕрсене вăрланă.
Пĕррехинче вăл Урасметăн хĕрне вăрласа кайнă. Çакăн хыççăн Урасмет çынсене каланă: «Эсир ман хĕре Аçтахаран çăлсан эп сире ылтăн парса тав тăвăп». Нумайăшĕ Эрпинесе çăлма тăрăшнă, анчах нихăшĕ те пултарайман. Аçтаха вăйлăрах пулнă.
Çак вăхăтрах çывăхри ялта Улăп пурăннă. Вăл çĕр çинче апат-çимĕç пăхса ӳстернĕ, питĕ вăйлă та маттур çын пулнă. Вăл çĕр çинче ĕçлекен хресчен çынни пулнă. Улăп Урасмете шелленĕ. Вăл вара ăна пулăшас тенĕ. Улăп çичĕ кун та çичĕ каçран Аçтахан кĕтесĕ патне çитнĕ. Аçтаха вăл çитнине сиснĕ те çапла каланă: «Сан вилес килет пуль? Айта иксĕмĕр çапăçса пăхатпăр». Улăп тăнлă пулнă. Вăл вара çапла каланă.
— Эсĕ вăйлă пуль-ха. Анчах сан пуçунта ăс-тăну сахал.
— Эс манран мĕншĕн кулатăн?! — кăшкăрнă Аçтаха. — Эп çавах санран ăслăрах.
— Айта сана тĕрĕслесе пăхатпăр. Эпĕ сана виçĕ ыйту паратăп. Пĕлмесен, эсĕ тыткăна илнĕ хĕрсене, ылтăна каялла тавăрса паратăн. Хăв вара пирĕн çĕр-шывран инçете вĕçсе кай та урăх каялла ан таврăн.
— Эпĕ санпа килĕшетĕп. Кала хăвăн ыйтăвусене.
— Пĕрремĕш ыйту. Çĕр çинче мĕн хăвăртрах çӳрет?
— Шухăш. Вăл çĕр çинче питĕ хăвăрт сарăлать.
— Тĕрĕс, — терĕ Улăп. — Иккĕмĕш ыйту. Çĕр çинче мĕн çемçерех?
— Алăсем. Вĕсене çывăрнă чухне пуç айне хурса çывăраççĕ.
— Тĕрĕс, — терĕ Улăп. — Юлашки ыйту. Çĕр çинче мĕн вăйлăрах?
— Эпĕ çĕр çинче вăйлăрах, — терĕ Аçтаха.
— Тĕрĕс мар. Сăмах вăйлăрах çĕр çинче. Сăмах çынна вĕлерме пултарать.
Аçтаха кулянса каять. Мĕн туммалла? Вăл Улăпа вăрласа илнĕ хĕрсене, ылтăн-кĕмĕле каялла тавăрса пама сăмах панă вĕт. Ним те тăваймăн. Вăл хăйĕн сăмахне пурнăçланă та ку çĕр-шывран ĕмĕрлĕхех инçете вĕçсе кайнă. Улăп вара ылтăн-кĕмĕле хресченсене валеçнĕ, Урасмета хăйĕн юратнă хĕрне тавăрса панă. Урасмет Улăпа ылтăнпа тав тăвасшăн пулнă, анчах Улăп çапла каланă: «Мана санăн пуянлăху кирлĕ мар».
— Апла сана мĕн кирлĕ?
— Эпĕ санăн хĕрне качча илесшĕн.
Урасмет вĕсене иккĕшне те пилленĕ. Вара вĕсем иккĕшĕ пĕрле нумай çул савăнăçлă та телейлĕ пурăннă.