Тимĕрçĕ Кермăнне
Кăвак хир урлă карăнайрĕ
Туйри пек пĕкĕ-асамат,
Хĕвел шăнкрав пек çакăнайрĕ
Çав пĕкĕрен. Унтан самант —
Вăл каçăхса кайса янрарĕ,
Вĕркешрĕ вĕршĕн те хăлат,
Пукшаш та Ункă ирĕк кайрĕç
Çарансене парса хăват.
Пирĕн сыппа та сиплĕх çитрĕ,
Вăй кĕчĕ ывăннă чуна.
1958, çĕртме, 14.
Казак улăхĕ.