Коля Корчакова, сăвă-юрă ăстине
Ан юрласам, пике, çумра
Салхуллă Грузи юррине эс...
А.С. Пушкин
Юрла, юрла хавас саспа,
Маттур салтак пек хаклă тусăм!
Эс каясла, эп — каясла
Утатпăр пусăм хыççăн пусăм.
Сассу янравлă та таса —
Пайтах сар хĕр асне хăварĕ.
Ăсатĕ-ха хапха уçсах
Пире Асанкасси тутарĕ...
Юрла, яш тусăмçăм, юрла!
Сан сăввупа чуна ăнланăп.
Çыран тулли Пасна урлах
Янравлă сассăна тăнлатăп.
Мĕн пӳрнĕ-ши пире унта?
Шыв леш енче мĕнле килпет-ши?
Кайма тивет пире кунтан
Салтак пек çаврăнса килмешкĕн...
15, юпа, 1963.
Пăчăрлă Пашьел.