1
Ямшăк Михали пенĕ пуля Варламăн ĕнсинчен кĕрсе хăлха патĕнчен шăтарса тухнă. Анчах çак çĕрме пуянăн татах усал ĕçсем туса пурăнма елчелĕ пулнă. Вăл, кашкăр сывлăхлă çын, тăнне çухатнă пулсан та, юнлă йĕр хăварса, улăм купи айĕнчен шуса тухнă. Тихха ăна вилĕмрен çăлнă. Анкартинче пăшал сасси илтĕннĕ самантра Тихха урампа пынă, хурал пӳртĕнче, йăсăрланакан чĕлĕм тĕтĕмĕнче, сăмах-юмах итлесе ларнă хыççăн килне кайма тухнă, пăшал сассине илтсен, ахаль те мулкач чĕреллĕскер, сехри хăпнипе вăл тăп чарăнса тăнă. «Ырра мар ку, темле cехмет сиксе тухрĕ пулмалла», — тесе шухăшланă Тихха, качака сухалне чанк тăратса. Хăй хуçине юрас тенĕ йытă туйăмĕ ăна канăç паман. Вăл Варлам çурчĕ умне пырса тăнă, анчах çынсен ыйхине сирме хăяйман, каллĕ-маллĕ пăхкаласа, анкартинелле утнă, пырса çитнĕ те карта урлă каçма тăнă чух кăчăрт-кăчăрт ура, сасси авăн вучахĕ çинчи тăманана шуйхатнă. Кайăк ихĕрсе кулса янă та Тихха пуçне çуначĕпе перĕнес пекех вĕçсе иртнĕ. Тихха хăранипе вĕрлĕк çине лăпчăнсах ларнă, унăн ӳчĕпе пĕрле вĕрлĕк те чĕтреннĕ. Вăл темиçе хут «пĕсмĕлле!» тесе сăхсăхса илнĕ те анкартинчи капансем хушшине кĕрсе пытаннă. Анкарти вĕçнерех ларакан улмури пăтĕнчен инçе мар юр çинче тем хуралса выртнă. Тихха хăранипе те шăннипе чылай вăхăт ĕнтĕркесе тăнă, чĕре тапни те илтĕнекен шăплăхра вăл хура япала умне йăпшăнса пынă. Варлам пуçĕпе юра тĕкĕнсе ӳпне выртнă, унăн туллатнă кĕрĕкĕ çинче, çутă пăнчăсем пулса, çаврака йĕс тӳмесем йăлтăртатнă... Ку тӳмесене апăрша Тихха лайăх астунă. Варлам хĕрĕнкĕ чухне ăна пĕрре кăна хăртман: «Эсĕ çак тӳмесен хакне те тăмастăн», — тесе кăшкăрнă.
Тихха Варлама çĕклеме хăтланнă, анчах ăна вырăнтан кăшт анчах хускатма пултарнă, хăй мекĕрленсе чăм тара ӳкнĕ. Шăлапир чăлхисен кунчисене юр кĕрсе тулнă.
Тихха, хыçалтан хăваланă пекех, урампа лĕпĕстетсе чупнă, уйăх çутинче унăн вăрăм мĕлки, хӳмесемпе тĕкмесем çинче хуçкаланса, пĕрре хуралтăсем хушшинче çухалса, тепре пахчасем çине тăсăлса пынă.
Тихха нумаях та каяйман, пĕр хăйăлти сасăллă йытă лемлетсе илнĕ те хӳреллĕ тусĕсене ыйхăран вăратнă, пĕр йытă хыççăн тепри сике-сике тухнă, тăкăрлăк хĕрринче Тиххана хупăрласа илнĕ, шăл йĕрсе хăрăлтатнă. «Тепе, тепе! Эсир мана палламастăр-и, янаварсем? Тихха эпĕ, Тимкка Тиххи», — тесе йытăсене тархасланă вăл. Улахран таврăнакан икĕ каччă шĕвик шăхăрса килсе тухман пулсан вăл кунта чылаях тăнă пулĕччĕ, тен, сăхман арки те пĕр-пĕр йытă çăварĕнче татăлса юлĕччĕ.
Вăл Варлам чӳречине шĕвĕр пӳрне вĕçĕпе темиçе хутчен шăкăртаттарнă хыççăн Матĕрнен хыпăнса ӳкнĕ сасси илтĕннĕ:
— Кам унта?
— Эпе, Тихха... — тенĕ хашкаса сывлакан этем, сивĕ чӳрече кĕленчине тутипе перĕнсе.
— Мĕскер?
— Варлама вĕлернĕ, — хăйĕн сассинчен хăй хăраса каланă Тихха, шикленсе урам еннелле çаврăнса пăхнă.
...Вĕсем Матĕрнепе иккĕшĕ Варлама çунашка çине хурса сĕтĕрсе килчĕç. Матĕрне çав каçах Тиххана, хыçлă çуна кӳлсе, Çатра ялне юмăç патне кайма хушрĕ. Автансем виçĕ хутчен авăтнă çĕре Тихха юмăç карчăка илсе çитерчĕ. Пуян çуртра çак юмахри алпастă пек мăнкăлтăк чунтан тĕлĕнсе кайрĕ Тихха, йĕрĕнме пĕлмен пулсан та йĕрĕнсе, капланса килнĕ сурчăкне сурма вырăн тупаймарĕ. Карчăкăн икĕ куçĕн хупанки те таврăнса тухнă, куç хӳрисенче пӳр капланса тăнă; пӳрнисем тапак тĕтĕмĕпе саралса кайнă, çамки çине аннă кăвакарнă çӳç пайăркисем çинче шăрка тĕввисем курăнаççĕ; çийĕнчи нумай аркăллă кĕпи те хăмаççип, те улача — палласа илме çук, мĕншĕн тесен ӳт çине кĕнĕренпе ик-виçĕ çул хушши вăл шыв киллинче пулса курман.
Карчăк алăк патĕнче кĕрĕкне хывнă-хывманах мăкăртатса хаклашма тытăнчĕ:
— Манран сип, сиртен мул, — тесе пуçларĕ вăл сăмахне.
Юмăç карчăк тӳшек çинче выртакан Варлам умне пырса тăчĕ, чĕлхе вĕçĕпе виçĕ хутчен тĕхлетсе сурса илчĕ те тимĕр чĕлхи мăкăртата пуçларĕ:
— Çичĕ тинĕс леш енче тимĕр утрав, тимĕр утрав çинче тимĕр пукан, тимĕр пукан çинче ашапатман карчăк ларать. Ашапатман карчăк çăварĕнче пĕр шăл, кутĕнче пĕр тĕк...
Матĕрне, чĕлхе-çăвар енчен хăй те чараксăр пулсан та, карчăк асар-писер сăмахсем, хăлхана йĕрĕнтерекен намăс такмаксем калама тытăнсан, тепĕр пӳлĕме тухса кайрĕ, хура янахлă мăнкăлтăк сурнине итлесе ларчĕ, унăн карчăка алăкран тапса кăларса ярас кăмăлĕ тăвăлса килчĕ, анчах вăл юмăç кĕлли харама ан кайтăр, хăйне усал-тĕсел ан çыпăçтăр, кил-çуртран ырă куйкăрăш кайăк тухса ан тартăр тесе, хăйĕн шухăшне пусарма тăрăшрĕ.
Карчăк пуян килте пĕр эрне пурăнчĕ, вăл Варлама ура çине тăратма çичĕ вĕçен кайăк тытса пама хушрĕ. Варлам ывăл ачи Колякка хăйĕн тусĕсемпе пĕрле чăнах та çичĕ кайăк тытса килчĕ, вĕсене пурне те, урисене курăспа çыхса, юмăç каланă пек, мунчана хупрĕ. Варлам тăна кĕмерĕ, анчах унăн шăнса пăсăлнă кăкăрĕ, шалта хĕлĕхсем туртса тултарнă пек, хăйăлтатса вăйлă сывларĕ. Матĕрне упăшкине, шăлĕсене калекпе хайăрса, пыл шерпечĕпе сĕт ĕçтерчĕ. Юмăç карчăк, çӳçне арпаштарса, мунчана кĕрсе кайрĕ, вĕçен кайăксен пуçĕсене тата-тата илчĕ, вĕсен тула кăларса ывăтнă хевтисем вĕçсе каяс пек туртăшрĕç.
Карчăк, кайăксен чĕлхисене хурса, пĕр юсман унарĕ, пĕçернĕ чух çатма çине виçĕ хут сурса илчĕ, такмакне Матĕрне илтмелле мар пăшăлтатса каларĕ.
— Эпĕ те илтем, инке! — терĕ Матĕрне.
— Юрамасть. Эпĕ усал-тĕселпе калаçатăп. Варлама чĕлхеллĕ тума тимсĕлсе ыйтатăп, — терĕ карчăк. Хăйне, чăнах та, куçа курăнман ырăпа усал сывлăшсен юратнă тусĕ пек мăнкăмăллă тытрĕ, пăшăлти такмакне каласа пĕтерчĕ те икĕ аллине пилĕк çине лашт хучĕ.
Матĕрнепе Колякка икĕ эрне ытла Варлам умĕнчен каймарĕç, пĕри тĕлĕрсе кайнă хушăра тăна кĕмен çын умне тепри пырса тăчĕ, вĕсем, кил хуçине вилĕм аллинчен çăлса юлас тесе, лапшака юмăçа та тиркесе пĕр сăмах та каламарĕç, унăн умĕнчен тутлă апат та, эрех те татăлмарĕ.
Аслă ывăлĕ Мĕтри те хăйĕн ашшĕне чĕртме тăрăшрĕ, анчах урăх майпа: вăл вулăсри больницăран виçĕ кунлăха пĕр тухтăра илсе килчĕ. Матĕрне укçа çинче выртакан çичĕ чула илсе пăрахрĕ, халиччен пуспа кăна шутлакан хăйĕн хыткукар чунне çемçетрĕ, тенкĕ çине куçарчĕ. Нумай вăхăт Варлам пуçĕ вĕçĕнче тăнă хăрушă вилĕм хуллен-хуллен чакма тытăнчĕ, шалти пӳлĕмрен малтине тухрĕ, майĕпенех хапхаран тухса кайрĕ те çĕрме пуянăн хаяр чунне илеймесĕрех алă сулчĕ.
Варлам тăна кĕнĕ хыççăн та пĕр-икĕ кун, те вăйĕ çук пирки, те ахалех калаçас мар тесе, чĕнмесĕр выртрĕ, кайăксен чĕлхинчен тунă юсманăн, юлашки татăкне тăна кĕрсен çăтса ячĕ. Ирхине, стена çинче хĕвел пайăркисем сиксе вылянă чух, Варлам нумай выртнипе ыратакан аякĕ çинчен тепĕр енне çаврăнса выртрĕ, малти пӳлĕмре кăштăр-кăштăр тутарса урай çунине илтрĕ те, симĕс чаршава аллипе сирсе, пĕр тытăнкăсăр сасăпа ыйтрĕ:
— Килте кам пур?
— Эпĕ пур! — тесе Тихха хĕрачи Натюк тухса тăчĕ.
— Мĕн тăватăн?
— Урай çăватăп.
— Матĕрне ăçта?
— Килтех. Таçта тухрĕ-ха. Чĕнмелле-и?
— Кирлĕ мар... — Варлам пуçне çĕклеме хăтланчĕ, анчах мăй шăнăрĕ туртса ыратнипе шăлне çыртрĕ, пăчăр-пăчăр тар тапса тухнине сисрĕ, аллине кăкăрĕ çине хучĕ; алăран вĕçерĕннĕ чаршавĕ хупăнчĕ.
Натюк Матĕрнене чĕнме тухасшăнччĕ, анчах алăка уçма тăнă çĕре Матĕрне хăй те килсе кĕчĕ.
— Варлам пичче чиперех калаçрĕ, — терĕ Натюк. — Чăнах-и? — сак çинче тĕлĕрсе выртакан юмăç карчăк сиксе тăчĕ те Матĕрне çине чăр пăхса илчĕ. — Каларăм-çке сана... Халĕ ĕнтĕ, Матĕрне хуçа, ху сăмахран ан чак. Икĕ тăрăх пир, виçĕ пăт тулă çăнăхĕ, çирĕм...
— Ан кăранклат! Астăватăп...
Çак самантра пĕр эрне хушши, пурти шыва чăмнă пек, питĕ кунĕ çӳренĕ Матĕрнен питне ĕлĕкхи хаярлăхпа усал сăн килсе кĕчĕ, вăл шалти пӳлĕме кĕрсе кайнă чух чылай вăхăт кисренмен урай хăми малтанхи хут хускалса юлчĕ, юмăç карчăк карланкине йĕпетнĕ хыççăн пушаннă черккесем, сĕтел çинче чăнкăр-чăнкăр туса, мĕскĕн сасăпа калаçса юлчĕç.
Варлам хуçа чĕрĕлсе тăма хатĕрленни çинчен ялта хыпар хăвăрт сарăлчĕ, хăшне хурлантарчĕ, хăшне савăнтарчĕ. Ашшĕ ятне çирĕп тытса тăракан Мĕтри хутортан килсе çитрĕ. Варлам пуçелĕкĕ çумне пырса ларчĕ. Вăл нумаях пулмасть вулăсра пулнă, чĕрине чикекен, шухăша ӳпне-питне çавăракан хыпарсем илсе килнĕ.
— Кала, Мĕтри, пурне те тĕрĕс кала, — терĕ Варлам, хăй пекех сарлака хулпуççиллĕ те сăхас пек çивĕч куçлă ывăлĕ çине пăхса.
— Хыпар нумай, ырри сахал, атте. Эсĕ халлĕхе тĕпчеме тăхта-ха. Вĕрĕлме пултарăн.
— Кала, пĕрне те ан пытар, — тĕрĕ ашшĕ, чавси çине таянса тăрса ларчĕ, тӳмелемен кĕпе çухинчен хура та кăтра çăмлă кăкăрĕ курăнчĕ.
— Мĕскертен пуçлам-ши? Саншăн халĕ пур хыпар та çĕнĕ, кăмакаран тин пĕçерсе кăларнă кукăль пек.
— Тутли те пур-тăр, — терĕ ашшĕ, пăртакçă куланçи пулса.
— Тутли çукпа пĕрех, атте. Сывлăху тĕрекленсе пыни маншăн чи хитре хыпар.
— Хыта амантрĕ мана Михаля, анчах вĕлереймерĕ. Çук! — терĕ Варлам, мухтаннă пек пуçне ухса илме тăчĕ, анчах суранĕ ыратни ăна чăрмантарчĕ, пĕтĕм ӳчĕ сăр-сăр туса илчĕ, вăл каллех минтер çине ерипен тĕшерĕлсе анчĕ. — Варлама, ачам, чăваш чустинчен туман, хурçаран шăратнă, сăвап шывĕпе шăварнă. Варлама вĕлереймĕн. — Варлам сылтăм аллине чăмăртарĕ те çамки çине хучĕ.
Ывăлĕ ашшĕ çамки çинче суран тарăхтарнă вăхăтра тарăн йĕрсем хушăннине, тăнлавĕсем çинче кăвакарнă çӳç пайăркисем выртнине курчĕ.
— Ăçта халь Ямшăк Михали? — ыйтрĕ Варлам.
— Вăл салтакра çӳрет, пире хирĕç.
— Пире майлисем пур-и?
— Пулмасăр.
— Халĕ апла икĕ çар.
— Иккĕ. Хĕрлисем те шуррисем.
— Ых, манăн Ямшăк Михалине тытасчĕ те вут çинче çара уран ташлаттарасчĕ!
— Ташлаттарма хĕн, атте. Хамăр пуçа турта лекмесен юрĕ.
— А-ах! — тесе йывăррăн сывларĕ Варлам, темле хытă сăмах калас пек, ывăлĕ çине пăхса илчĕ.
— Вулăсра пултăм, — терĕ ывăлĕ.
— Асли кам унта?
— Хамăр ял тимĕрçи Изотов. Пуян çынсене çарăк кăларнă пек тăпăлтарать. Барон фон-Зинберген таçта тухса тарнă. Унăн çуртĕнче халĕ халăх çурчĕ.
— Барона çав кирлĕ! Вăл пирĕн пек çынсене чĕрне хури вырăнне те хумастчĕ, «чăваш» тесе кăна хăртатчĕ.
— Эсĕ халĕ унăн çуртне кĕрсе курасчĕ. Çăпаталлă çынсем чăп тулли çӳреççĕ, чăвашла та, тутарла та калаçаççĕ. Ан савăн!
— Мĕншĕн савăнас мар? Баронсене силлеччĕр!
— Хамăра силлеме тытăнсан...
— Пулĕ, ачам, пулĕ...
— Сан унта капансем ытла каçăрăлса лараççĕ, атте. Хĕрсе канашлама тытăнас чухне чӳрече умĕнче юр кăчăртатни илтĕнчĕ, такам чӳрече хашакĕнчен туяпа шаккарĕ.
— Халăх çинĕ! Вулăсран çын килнĕ! — илтĕнчĕ Исай сасси.
— Куллен халăх, халăх та халăх! — терĕ малти пӳлĕмре Матĕрне.
— Каясчĕ те, вăй çук, ӳте темле иййе чăмласа кайнă пек туйăнать, — тĕрĕ Варлам, шухăша кайса, куçне хупрĕ. Ывăлĕпе ашшĕн чĕререн канашлама пулмарĕ.
— Ман килес! — çăмăллăн килсе кĕчĕ Тихха, шалти пӳлĕм алăкĕ умне пырса тăчĕ, мулкачă тирĕнчен çĕлетнĕ кукша çĕлĕкне хывса пуç тайрĕ. — Сывалатăн-и, Варлам хуçа? — терĕ вăл хаваслă сасăпа.
— Сывалатăп, Тихха пичче, вилместĕп, — терĕ Варлам унăн сассинче, Тихха кĕтнĕ пек, ăна тав тунă туйăм сисĕнмерĕ, хăйне пысăк хуçа пек тытни палăрчĕ. — Санăн, Тихха пичче, халăх çине каясчĕ, кайран вара ман пата кĕрсе тухасчĕ.
— Юрать, юрать, — терĕ Тихха, пуçне сулса илчĕ те алăка шăппăн хупса, тухса кайрĕ.
Аслă ывăлĕ капансем çинчен каланине асран ямарĕ Варлам, чылай вăхăт çывăрнă пек шухăша кайса выртрĕ. Чăнах та, сакăршар ураллă капансем таçтанах курăнса лараççĕ, пĕтĕм ялти халăх куçне вĕчĕхтереççĕ. Самана пăтраннă вăхăтра вĕсемпе мухтанма çук.
— Кил-ха, карчăк! — терĕ вăл, йывăр шухăшĕсене çăмăллатас пек, пуçне ал лаппи çине хучĕ.
— Мĕн вара? — терĕ Матĕрне, Натюкпа шăппăн калаçса тăнă çĕртен упăшки умне пырса тăрса.
— Мĕн иккенĕ паллă, карчăк. Натюк халĕ яла тухса кайтăр, хĕрарăмсене ыран авăн çапма каласа тухтăр.
— Халех-и, Варлам пичче? — терĕ Натюк.
— Халех килтен киле çӳре!
— Тӳлев пирки мĕнле калас, Варлам пичче? Çын пуçне тăватă кĕрепенкĕ пăрçа çăнăхĕ.
— Халĕ тăваттă та нумай. Выçлăх. Ялта чылайăшĕн паян чĕре сури тумалăх та çăкăр çук» — терĕ Мĕтри, ашшĕ çинчен куçне илмесĕр.
— Эсĕ, Натюк, перекете пĕлсе, кĕлте тавăрма хĕрачасене чĕн. Вĕсене, пĕчĕк шĕшлĕсене, икшер кĕрепенкĕ те çитет, — терĕ Матĕрне.
— Миçе çын чĕнес? — ыйтрĕ Натюк.
— Çирĕм тăватă хĕрарăм, тăватă хĕрача, — терĕ Варлам. — Чим-ха, Натюк, — хушса хучĕ вăл, — ку хамăр хушăра кăна пултăр. Яла сас-чӳ кăларас пулсан, мăйна пăрса татăп та шалча çине тирсе лартăп. Авăн çапма пуçласанах, аçупа иксĕр вите айĕнче шăтăк чавăр. Малля та тухтăр.
Натюкпа Матĕрне тухса кайнă хыççăн Варлам çурчĕ умне тимĕр кăвак лаша кӳлнĕ хыçлă çуна çитсе чарăнчĕ. Шыв арманĕн улпучĕ Корней Хрисанфович ури çинчен бархат паласа илчĕ, çуна хыçĕ çине уртăнтарчĕ те сиксе анчĕ; сухалне ӳчĕ кăвакариччен якатса хырнă вăл, куç айĕсем хăмпăланса тăраççĕ — юлашки кунсенче сахал çывăрни те, тарăхни те сисĕнет.
Вăл ямшăкпа лаша çине пăхса та илмерĕ, тӳрех хапхаран кĕрсе кайрĕ. Таврари паллă та ăслă улпут хăй патне пырса тухни, ăна хисеп хуни Варлама питĕ савăнтарчĕ, ĕлĕкрех вăл Варлампа юнашар ларма кăмăл тăвакан марччĕ, чăваш пуянĕсенчен ютшăнатчĕ.
Самана хуранти шыв пек явăнса вĕренĕ чух улпут хăйне ăçта та пулсан тайăнма тĕрев шырать, халĕ ăна, чĕрни мăкалса пыракан ватă хурчкана, ула курак пек Варлам та шанчăклă тус пек туйăнать: хаяр хумсем çинче силленекен самана сакки çинче ларса пыма юлташсем кирлĕ.
Корней Хрисанфовича алă парас тесе, Варлам тăрса ларма хăтланчĕ, анчах улпут ăна хулпуççинчен аллипе тытса чарчĕ:
— Ан тăр, выртах, вырт! О, Варлам чĕрĕлни мана телей çуни çинче сиктерсе çитерчĕ. Калаçса ларма пире илемлĕ пулĕ. Эсĕ мĕнле, аван-и, Дмитрий Варламович! — терĕ вăл Мĕтрие, унăн аллине икĕ алли хушшине хĕстерсе чăмăртарĕ.
— Эсĕ килни питĕ аван, Корней Хрисанч, анчах хыпар-хăнар ырă мар, — терĕ Варлам, улпут çине путса кĕнĕ куçĕсемпе пăхса.
— Ан та кала ĕнтĕ, тусăм. Чăвашсене пĕтереççĕ, сывлама та памаççĕ. Чăваш хутне кĕресех пулать.
— Тĕрĕс сăмах. Эсĕ ак, вырăс пулсан та, чăваш хутне кĕресшĕн.
— Мĕн вырăсĕ унта! Эпĕ чăваш çĕрĕ çинче пурăнатăп...
— Çапла ара, çапла... Мĕн тăвăпăр-ха, Корней Хрисанч? Хамăра ӳпне-питне яричченех кĕтсе ларăпăр-ши?
— Мăйран килсе пăвичченех ларма юрамасть, — тесе улпут сиксе тăчĕ те уткалама тытăнчĕ, унăн куç айĕнчи тирĕсем чĕтресе илчĕç. — Пур çĕтĕк-çатăк ĕрĕхсе кайнă, халиччен сухапуç кăна тытма пĕлнĕ йĕксĕксем власть илесшĕн.
— Илнĕ те, ĕнтĕ, — терĕ ним чĕнмесĕр шухăша кайса ларакан Мĕтри.
— Çĕтĕксем йĕм сапласа ларнă чух пирĕн пĕрлешмелле, карма çăварсен пырĕсене чӳпĕк чикмелле, халăха хамăр енне çавăрмалла. Халăх куллен пухура кĕрлет. Мĕншĕн пирĕн пупсем мăрана тухнă? Мĕншĕн вĕсем ӳкĕтлемеççĕ халăха? — улпут Варлам умне пырса тăчĕ.
— Çапла ара, Корней Хрисанч, хамăр алăри йĕвене лăшт ятăмăр та, çĕтĕксем пур çĕрте те тиха пек кĕçенсе çӳреççĕ, пире тапма пăхаççĕ, — Варлам, ыратнине манса, тăрса ларчĕ.
— Йĕвене кĕмен тихасем çиме ыйтаççĕ, санăн каланусем çине хăрăнса пăхаççĕ, Варлам тусăм. Асту, тыр-пул харама кайма пултарĕ.
— Аманса хур пултăм-çке, Корней Хрисанч.
— Çаптар та пытар, тусăм. Хĕрлисен аллине тырă ак лектĕр!
— Çунтарса ярăп, анчах вĕсене памăп, — терĕ Варлам, ăслă шухăш ыйтса йăлăннă пек, улпут çине пăхса илчĕ. — Лерелле мĕнле пулĕ-ши, Корней Хрисанч? Самана хуранĕ айĕнче хăçан вут çунма пăрахĕ?
— Самана хуранĕ тин вĕреме тытăннă, малашне вăл тата та хытă явăнса вĕремелле. Пысăк пулăсем шӳрпене лекиччен тарса пытанма васкаççĕ. Барон фон-Зинберген никама та систермерĕ, таçта тухса сикрĕ. Эпир ыйха кайса выртатпăр, хамăра саманан вĕри хуранне сиктерессе кĕтетпĕр.
— Пирĕн ăс çитмест, — терĕ Варлам, — ман пек чăвашăн ăсĕ кахал, хыçалтан кăна сĕтĕрĕнсе çӳрет. Эсĕ каласа ăнлантар, Корней Хрисанч!
— Кунти çĕтĕк-çурăксене çăварлăх кирлĕ. Çăварлăхне кунта мар, Хусанта кăна тупма пулать. Халĕ, усал çилсем ытла хытă вĕрме тытăниччен, Хусана тухса каймалла, хамăр пек çынсен ушкăнĕпе канаш тытмалла. Дмитрий Варламович пырсан, питĕ те аван пулатчĕ, канашлура чăваш сасси те кирлĕ.
— Кайăр ара, кайăр. Эсĕ, Мĕтри, пуçтарăн! — терĕ Варлам, Малти пӳлĕмре алăк уçăлса хупăнни илтĕнчĕ, такам хăй килнине систерсе, пĕрре ӳсĕрсе илчĕ.
— Кам унта? — терĕ Варлам.
— Эпĕ, Тихха...
— Кĕр кунта.
Тихха малтан хăюллах пырса кĕчĕ, анчах, арман улпутне курсан, унăн хăравçă чунĕ ури тупанĕ патне çитнĕнех туйăнчĕ. Вăл Варлам умĕнче пĕр хут мар, виçĕ хут ытла пуç тайрĕ, арпашăнса кайнă шĕвĕ çӳçне çакланнă тĕксене нумай хутчен катертрĕ.
— Каласа пар ĕнтĕ! — терĕ Варлам, ун çине çиллес пăхса илсе.
— Мĕн каласа парасси, — терĕ Тихха урайне пăхса. — Вулăсран килнĕ çын пĕр хут вуласа пачĕ.
— Хутĕнче мĕн çырнă? — терĕ улпут.
— Ман хăлха сăмаха тытма пĕлмест-çке. Пĕр хăлхин мĕн кĕрет те тепринчен тухса каять.
— Çапах пĕр сăмах та пулин юлчĕ пулĕ? — терĕ Варлам, Тиххана хăратса пăрахасран шикленнĕ пек йăваш сасăпа
— Чухăнсене хăйма, пуянсене тинкĕле тенĕ пек ăнлантăм эпĕ.
— Палюк староста пыманччĕ-и? — ыйтрĕ Варлам.
— Вăл тухса каларĕ те халăх пушшех шавласа кайрĕ. «Çăварна хуп!» — тесе такам кăшкăрчĕ, вара кĕрлеме те шавлама пуçларĕç. Тĕркешӳ пулас пек туйăнчĕ. Эпĕ тухрăм та вĕçтерĕм.
— Хусана каясах пулать, — терĕ улпут, тухса кайма хатĕрленсе.
2
Исай пичче килтен киле туйипе шаккаса тухман кун та иртмест, хăш кун икĕ хут та шаккаса çаврăнать,
Паян та ир-ирех шаккаса çӳрет.
— Хурал пӳртне! Халăх çине! — тесе кăшкăрчĕ вал, Макçи хапхинчен туйипе шаккаса.
— Мĕн халăхĕ тата? — ыйтрĕ вутă çĕклесе кĕрекен Иркка амăшĕ.
— Вулăсри Совета çын суйламалла, мăкаçей кĕлетне вăрлăхлăх тырă хурас пирки калаçмалла! — терĕ Исай.
— Сирĕн халăх та пуху, пуху та халăх, вĕçĕ те çук, — терĕ вăл, пӳрте кĕчĕ те упăшкине пăсăрлантарма пуçларĕ.
— Çиме çăкăр çук, выльăх валли хатĕрленĕ мăян çăнăхĕпе пурăнатпăр. Эсĕ пур, куллен халăх çине чупатăн. Халĕ ăçта кайма пуçтарăнатăн-ха, сăхманна тăхăнса? Каллех хурал пӳртне-и? Сана Çеркки хăйпе пĕрле лава чĕнчĕ-çке, вунă кĕрепенкĕ çăнăх паратăп, терĕ.
— Ан янăраса тăр-ха текех, халĕ те Çеркки патне кайма тăнăччĕ, — терĕ Макçи, кăмăлсăр пулса.
— Çапла кала çав... Эпĕ кунĕн-çĕрĕн пĕтĕрĕнетĕп. Эсĕ урлă выртана тăрăх çавăрмастăн. Ав, — терĕ вăл, Иркка çине çиллес пăхса, — сан юлташусем Варлам патне авăн çапма каяççĕ, кунне икшер кĕрепенкĕ пăрçа илсе килеççĕ. Эсĕ шкула чупма çеç пĕлетĕн... Кай Варлам патне авăн çапма...
— Каяс текен — кайтăр, эп каймастăп, — татса хучĕ Иркка. Вăл кĕнекисене сумкăна майлаштарса чикме тытăнчĕ.
— Пурте хирĕç, пурте хирĕç, чĕне ан хур!.. — çухрашса илчĕ амăшĕ, тен, вăл Ирккана хĕнесе те тăкĕччĕ, анчах çак самантра пӳрте Чинук килсе кĕчĕ.
— Мĕн çĕмĕретĕн, инке? — терĕ вăл, алăка шалт хупса.
— Ара, текех халăх хăвалаççĕ, текех...
— Эсĕ, инке, уншăн ан ятлаç, — пӳлчĕ Чинук инкĕшне, — халĕ халăх талăкра виççĕ те пухăнĕ. Ĕлĕкхи пек староста çук, пĕтĕм ĕçе халăхпа тăваççĕ. Çĕнĕ йĕрке...
— Чинук, — терĕ Макçи. — Эсĕ Çерккисен тĕлĕнчен иртсе килтĕн пулас. Мĕн тăватчĕ вăл? Кайма пуçтарăнать-ши?
— Хапхи умĕнче Люшшапа тăратчĕ.
— Люшша таврăннă-им? — тĕлĕнчĕ инкĕшĕ.
— Тин таврăннă пулмалла. Сăмсине шурăпа çыхнă. Люшши — Çеркки çăва патне-ха, — терĕ Чинук, сăхман кĕсйинчен хут кăларса. — Иркка, çакна вуласа пар-ха, тĕшмĕртейретĕн- и ?
— Мĕн хучĕ вăл? — ыйтрĕ пиччĕшĕ.
— Ара, ĕнер халăх çинче вуласа пани. Шупашкартан янă терĕç-çке. Чăвашла.
— Хăвах вула-ха, йăмăкăм. Эсир Лисукпа иксĕр самаях пуккăсем паллаканччĕ, — терĕ Макçи.
— Эпир Лисукпа шкула пĕр кун та кайса курман, кӳршĕ Микулайран анчах вĕреннĕ вулама та. Кунта шкула çӳрекен çын пур, манран аванрах вулĕ, — терĕ Чинук.
— Вула-ха, вула, Иркка, итлер, — хушрĕ ашшĕ. Иркка саккун хучĕсене те вулама пултарни амăшĕн çиллес кăмăлне йăлтах сирсе ячĕ, унăн хĕрĕ вуланине итлесе савăнас килчĕ, вăл вара Иркка çумне пырса ларчĕ.
Хĕрача хăй те хĕпĕртерĕ. Чинук аппăшĕ панă пĕр тăваткал хута илчĕ те, саспаллисене çыпăçтара-çыпăçтара, пĕр сăмаха ик-виçĕ хут каласа, вулама пуçларĕ:
«Халăх ирĕкĕпе, Пĕтĕм Российăри рабочисен, салтаксемпе хресченсен депутачĕсен сьезчĕн ирĕкĕпе Вăхăтлăх правительство ӳкрĕ, пур çĕрте те влаçа Революциллĕ Советăн тата рабочисен, салтаксемпе хресченсен депутачĕсен комитечĕн аллине панă. Шупашкарти революциллĕ рабочисен, салтаксемпе хресченсен Совечĕ влаçа хăйĕн аллине илчĕ. Власть тытăмĕн органĕсем хăйсен вырăнĕнче юлаççĕ, Вăхăтлăх правительство комиссарĕсем вырăнта шутланмаççĕ.
Хресченсем, рабочисемпе салтаксем — юлташсем, сире мирлĕ пурнăç, çĕр, çăкăр кирлĕ пулсан, çапăçса илнĕ ирĕке хăвăр аллăрта хăварас тесен, Советсене пулăшса пырăр, вĕсене пуянсем тапăнасран хӳтĕлĕр. Советсем хушса каланине туса пырăр. Вăл каланисене пăхăнса пыманнисене революциллĕ суд ответ тыттарать».
Иркка вуласа тухнă хыççăн Макçи сарă тăваткал хута илчĕ те темиçе хутчен çавăркаласа пăхрĕ, халиччен чăваш ялĕнче пулман хăш-пĕр сăмахсене ăнланса илеймерĕ, анчах хаклă та илемлĕ хут çинче мар, пулă чĕркесе сутакан сарă хут çинче килнĕ саккун шухăша ячĕ, чĕрене пырса тиврĕ. Ахаль кăна хут, анчах ăна Станук Макçи кăна мар, пĕтĕм халăх кашни саспалли таран пĕлме тăрăшнă: хут пĕлекен вуланă, пĕлменни итленĕ.
— Апла самана ӳпне-питне çаврăнса кайрĕ пулать, — терĕ Иркка амăшĕ.
— Çаврăнтăр çав, çаврăнтăр! Мăшкăл тӳсни çитет, — терĕ те Чинук Макçи çине чăр пăхса илчĕ. — Еплерех, пичче?
— Ответ тыттармалла тенĕ-ха кунта, йăмăкăм. Кама? — терĕ Макçи, ĕнсине хыçса.
— Совет каланине итлемен çынсене, пичче. — Пирĕн ялта кама?
— Сана та лекме пултарать. Урлă-пирлĕ калаçса ан лар-ха, Чинук. Эпĕ сана тĕрĕссине калатăп. Леш Вăхăтлăх влаçĕ пире çара пакарта тăратса хăварчĕ. Вулăсри Хролох комиссар чухăнсен пĕтĕм тыррине шăлса тухса кайрĕ, патшалăха питĕ кирлĕ, терĕ. Итлерĕмĕр, çăвара карса юлтăмăр. Халĕ ĕнтĕ пуянсем хăйсен тыррине тиеççĕ те шăхăрса ялтан тухса каяççĕ, мул çумне мул хушаççĕ. Чее çынсем тырăпа Чулхулана каяççĕ, хĕрлĕ таварпа, тăварпа та краççынпа улăштарса килеççĕ. Çеркки пуян çын та марччĕ, хăмла пекех хăпарса кайрĕ, сутă тăвать, пире чике тăршшĕ лартать. Эсĕ ун патне урăх ан кай, темле инкеке пырса çакланăн. Суд умĕнче ответ тыттармалла, тесе ахаль çырман çак хут çине.
— Иркка, — терĕ сасартăк ашшĕ. — Чуп-ха Çеркки патне, атте лава пыраймасть, те урине çăпан тухнă те.
Иркка иртенпе туллашса вăрçакан амăшĕнчен хăтăлма салтав тупрĕ, сăхман тӳмине лектернĕ-лектерменех пӳртрен сирпĕнсе тухрĕ. Сывлăш янкăр уçă. Шăнса хытнă çĕр ура айĕнче янăраса тăрать. Кăçал кĕр вăрăм килчĕ, кăпăш юра çилсем вĕçтерсе пĕтерчĕç те, çĕр каллех çаралса юлчĕ. Иркка пахча алăкне уçса пăхать, кунтан Варлам анкартийĕ лайăх курăнать. Тăваттăмĕш кун ĕнтĕ хăлăх кĕрлет, кунĕн-çĕрĕн авăн çапать. Арçын тарçăсем капансем çинчен кĕлтесене вăр та вăр вăркăтаççĕ. Икĕ хĕрарăм тырă кăшăлне икĕ кĕреçепе сăвăраççĕ. Çилĕ тӳлек пирки çӳлелле ывăтнă тулă хывăхĕ айккинелле инçе-инçе тусан йăранĕ пек тăсăлса каять те лаша çилхи хумханнă евĕр çĕре анать. Хĕрарăмсем тăватă ушкăна уйрăлса çапаççĕ. Вĕсем çĕре чĕтретни ташă кĕвви пек илтĕнет. Саккун хутне вуланă хыççăн савăннă Иркка чăтса тăраймарĕ, алăк умĕнче пĕр-икĕ хут тăпăртатса та илчĕ.
— Ташласа тăратăн мар-и тата? Эй, намăссăр! — хаяр сасăпа çухăрчĕ амăшĕ, пӳрт алăкне уçса.
— Халех кайса килетĕп! — терĕ те урамалла чупса тухрĕ Иркка.
Урамра çын курăнмасть. Анкарти енчи тăкăрлăкран аслă çул çине йывăр тиенĕ ултă лав тухрĕç. Варламăн утăпа сĕлĕ çинче тăракан çăмарта пек яка лашисем тип-тикĕс утаççĕ, купарчисем çине тулли шыв курки лартсан та тăкăнас çук. Пурне те илтме, пĕлме те тĕпчеме юратакан Иркка, пĕчĕкçĕ пулин те, ял хыпарне йăлтах пĕлсе тăрать, хăлхи ун халах хушшинче çӳрекен юмах-сăмаха серепе пекех ярса тытать, перекетлĕ усрать, никама та каласа памасть. Халĕ Варлам ывăлĕ Чулхулана «спекулянсă» тума кайнине те пĕлет вăл.
Иркка ĕнер ашшĕ хушнипе Тиххасем патне хăйра илме кайрĕ те унтан пĕр хыпар илтсе килчĕ, Лисук аппăшĕ калашле, хыпар чăптине тата тепĕр пĕрчĕ хушрĕ. Ашшĕпе Натюк тем пирки вăрçса кайрĕç, ашшĕ апат пĕçерме ыйтрĕ пулас, Натюкĕ: «Манăн вăхăт çук, Варламсем патĕнче михĕ сапламалла, ыран Чулхулана тухса каяççĕ», — терĕ те алăка шалт хупса тухса кайрĕ. Чăнах та тĕрĕсех пулчĕ, ултă лав хурăнлă çул çине тухаççĕ, чи малти урапа çинче сăмсине шурăпа çыхнă Люшша ларса пырать.
Урам тепĕр енчен Антун килсе тухрĕ, урапа çине ик виçĕ михĕ хунă, çиелтен чăптапа витнĕ. Антун мĕнле шухăшпа пурăннине те Иркка питĕ лайăх пĕлет. Антун пуян çын марччĕ, чухăнпа пуян хушшинче лĕпсĕртетсе пурăнатчĕ, унăн ачисем Иркка пекех çăпатапа çӳретчĕç. Халĕ ĕнтĕ ачисем çийĕнче — пальто, урисенче — пушмак.
Антун пушкăрт лаши текен пĕчĕкçĕ те пĕкĕрĕлчĕк учĕпе пасартан пасара çӳрет, ачисене хутран-ситрен кулач çитерет. Ун çинчен ача-пăча хушшинче çӳрекен витлев такмакĕ пур:
Антун арманта,
Куçĕ-пуçĕ Хусанта.
Укçа-тенкĕ пуçтарать,
Кунĕн-çĕрĕн сут тăвать.
Ĕлĕк пулнă тăмана,
Халь тухасшăн пуяна.
Лашине лĕпсĕр-лĕпсĕр юрттарса пыракан Антуна леш халăх хăваласа çӳрекен Исай старикпе пĕр-икĕ çын тĕл пулчĕç.
— Ан васка, шăллăм, — терĕ Исай старик, — Хусан хули çунмасть пулĕ.
— Ăçталла, Антун? — ыйтрĕ тепри.
— Халăх пухăнать. Халăх çине каймалла.
— Эсир ирттерĕр-ха пухăвне. Эпĕ хам çулпах каям... — терĕ Антун.
— Каллех çармăса-и?
— Кирек ăçта пултăр! Но-о! — хăваларĕ Антук лашине.
Антун халĕ анчах çармăсран таврăннă. Унта пĕр пăт çăнăх илсе кайнă та пĕр лав пушăт илсе килнĕ. Ялти çынна çăпата питĕ кирлĕ. Выçă лар та çăпата ил — унсăрăн тухса çӳреймĕн. Антун пĕр пăт çăнăхла илсе килне пушăта сутса ячĕ, сакăр пăт çăнăх илчĕ. Пуяс шучĕ Антуна канăç памасть, хăш-пĕр чухне унăн пӳртĕнче çĕрĕпех çутă пур.
Çерккин вырăсла хапхи умĕнче Иркка чарăнса тăчĕ. Кантур пекех туйăнать кунта, чĕнтĕрлĕ хапха... Леш букварь кĕнекинчи Сармантей хапхи пек, уçăлать те хупăнать, çын кĕрет те çын тухать, вĕсем хушшинче мăкăртатаканни те, çиленсе тутине çыртса тухаканни те пур.
— Хыт кукар Укахви, хăй тĕ типсе кайнă, чунĕ те хытса кайнă, кĕрĕк татăкĕ пек. Пăх-ха эсĕ ăна, выçă çын тирне сӳме хапсăнать.
— Пуçне пултăр, — тесе хапхаран ерипен тухрĕ ула-чăла кивĕ сăхман тăхăннă пĕр чăваш, вăл хапхана хупмасăрах хăварчĕ, хурал пӳрчĕ еннелле танккарĕ.
Иркка, кун пек чăкăлтăш пӳрте кĕме хăяймасăр, уçă хапха умĕнче чылай тăчĕ. Килкарти варринче икĕ урапа, Çеркки урапа çине тиенĕ çăнăх миххисене брезентпа витсе çыхать.
— Эх, пĕр урапи пиреччĕ, — ăмсанса шухăшларĕ Иркка.
— Мĕскер пăхса тăратăн унта? Кĕр, — çухăрса илчĕ кĕлет кĕтесĕнчен Çеркки арăмĕ.
Иркка шартах сикрĕ.
— Кĕр те мана пулăш! — хушрĕ леш.
Иркка килкартине кĕчĕ, Çеркки патне пырса ашшĕ пырайманни çинчен пĕлтерчĕ.
— Мĕншĕн пыраймасть тата? — ыйтрĕ Çеркки.
— Ун урине çăпан тухнă...
— Ун, ухмахăн, пуçне çăпан тухман-и тата? — çиленсе каларĕ Çеркки. — Эпĕ ăна вунă кĕрепенкĕ паратăп-çке. Çăварне çăкăр ахалех кĕрсе ӳкессе кĕтсе çăпан ӳстерет пулĕ, кахал. Выçă ларатăр пулĕ-ха?
— Пĕр пăт парсан та пыраймасть, пирĕн килте выльăх валли авăртнă мăян çăнăхĕ пур. Эпир выçах лармастпăр-ха, — терĕ Иркка.
— Хе-хе-хе! — кулса ячĕ Укахви, унăн кулли çăварĕнче кусса çӳренĕ пек туйăнчĕ. — Апла эсир выçах мар-ха. Пĕлмен эпĕ. Сирĕн тулă кулачĕ те пур-тăр.
— Тулă кулачĕ çук. Эпир мăян çăнăхĕнчен кулач пĕçеретпĕр, — терĕ Иркка, тăрăхланине чухласа.
— Тен, сирĕн çакăн пекки те пур? — ыйтрĕ Укахви, хăй хăма арчаран хĕрлĕ пиçиххиллĕ шурă премĕк кăларчĕ те Иркка еннелле тăсрĕ.
— Шурă тăмран тусан пулать, — терĕ хĕрача.
— Хирĕçме ăста тата. Хирĕçсе тăриччен пулăш-ха мана çак арчана çĕклесе лартма.
Çеркки пичче ахаль кăна хресчен кĕлетне тăрăхла кантăк каснă, тăп-тап лавкка тунă, лавккинче тем те пур вара: çитсă, краççын, супăнь, сахăр, тикĕт, тĕрлĕ шăкăр-макăр...
Укахвие ялта ахальтен типшĕм Укахви тесе ят паман. Чăнах та, пуртарах çынсем тӳшек пичĕ тăвакан шупка-шупка ярăмлă хĕрлĕ çитсăран çĕленĕ кĕпи икĕ турат пек хулпуççи çинче çакăнса тăрать, кăкăр умĕ те тăрахуп пек тикĕс, унта пĕр ӳт пурри те сисĕнмест.
— Тутлă çиет хăямат карчăк, хăй кантăр çинчи катемпи пек хăрушă, ула курак та хăраса тармалла, — тесе шухăшлать Иркка. — Пирĕн анне мăян çисен те чипер...
— Сана, хĕрĕм, турă хитре сăн панă та аçу-аннӳне мул пама хĕрхеннĕ, — тесе кăштăртатса çӳрет Укахви лавкка сакки хушшинче. — Сана халĕ хӳхĕм кĕпе тăхăнтарасчĕ, вара улпут хĕрĕ пекех пулмалла.
— Эпĕ малашне, Укахви аппа, тем те пулма ĕлкĕрĕп-ха. Халĕ чăваш хĕрĕсене те вĕренме саккун кăларнă, — тет Иркка, хăй мăкăрти карчăк çине пăхма шикленет, мĕншĕн тесен унăн путса тăракан куçĕсем тĕссĕр те хаяр курăнаççĕ, çăкăр питне кĕрсе ларнă кăмрăк пек туйăнаççĕ.
— Самана, ачам, ытла пăтранса кайрĕ.
«Ку шуйттана çилентерем-ха», тесе шухăшлать Иркка, пĕвне ярт турĕ тытса, çапла каласа хурать:
— Пирĕн самана çитрĕ ĕнтĕ, аппа. Эх, эпир вĕçетпĕр ĕнтĕ, Шупашкарта та, Хусанта та вĕренетпĕр, ямшăк çуни çине ларса вăшт кăна çӳретпĕр.
— Турра манса ан супĕлтет, хĕрĕм, — тет Укахви, премĕк арчине сак çине лартса. — Халĕ тем те кĕтме пулĕ, анчах — ырлăха ан кĕт, Халăх усалланса кайрĕ. Илтетĕн-и, хурал пӳртне çĕклесе çапас пек кĕрлеççĕ?
Лавкка умне пĕр карчăк пырса тăчĕ. Хĕрелсе кайнă куçне хăрах аллипе шăлкаларĕ.
— Ман килес, Укахви вăртахăм... — терĕ вăл мĕскĕн сасăпа. — Хамăр ялтах лавкка уçни питĕ ырă ĕнтĕ, мĕн каласси пур... Укçи кĕсье тĕпĕнче çеç пулсан та, килмелле пулчĕ.
— Мĕн кирлĕ-ха? — унччен лăпкă калаçаканскер тӳрех хаяр сасăпа ыйтрĕ Укахви, хăй лавкка чӳречинчен пуçне тулалла кăларчĕ.
— Старик питĕ йывăр выртать. Тĕттĕмре ларма çук, текех пăхас пулать те...
— Хăйă ытларах чĕлсе хатĕрлеме ан ӳркен, — терĕ Укахви.
— Хăйă тĕтĕмĕпе чыхăнать те каçăхсах каять. Кӳршĕсем ӳпке чирĕ, теççĕ... Манăн кăшт краççын илесчĕ, — терĕ хĕрарăм, типсе кайнă аллипе Укахви енне керенка хучĕсене хăюсăр тăсса.
— Эпир укçалла сутаканнисем мар, халĕ тахăш укçана илсен аван, пĕлме çук, Петте пек çакăнса вилме те пулать.
— Мĕнпе илмелле апла?
— Çăнăхпа.
— Пĕр кĕрепенкĕ краççыншăн мĕн чухлĕ кирлĕ вара? — ыйтрĕ хĕрарăм.
— Пĕр кĕрепенкĕ краççыншăн-и?.. Çеркки, эй, Çеркки! — кăшкăрчĕ Укахви, алăка уçса. — Пĕр кĕрепенкĕ краççыншăн миçе кĕрепенкĕ çăнăх кирлĕ!
— Кĕрепенкĕ краççыншăн-и? — шухăша кайса тăчĕ Çеркки, урапасем патĕнчи ĕçне пăрахсах сухалне шăлкаларĕ. — Пĕр кĕрепенкĕ краççыншăн тăватă кĕрепенкĕ çăнăх. Э, чим-ха, тăваттă мар, пиллĕк! Унтăн ан чакар.
— Ара, эсир турра пачах маннă иккен, çыннăн виçĕ хут тирне сӳсе илесшĕн, — терĕ хĕрарăм, пĕççине шарт çапса.
— Ку вăхăтра краççын шыраса пăх-ха. Ăçтан тупатăн? — пуçне чалăштарса йĕкĕлтерĕ Укахви.
— Краççынĕ мĕн вăл? Эсĕ ку вăхăтра тыррине тупса пăх-ха! Выçă ларатпăр-çке. Ай, тупата, тупата, эсир, икĕ ăçтиçук, çын мар иккен, йăлт шуйттана тухнă, çамкăрсем çине мăйрака шăтасси çеç юлнă. Халăх ылханĕ çиттĕр сире, асат хуçтăр, кукăрттăр! — терĕ тарăхса çитнĕ хĕрарăм пĕтĕм урам илтмелле янăракан сасăпа. — Чыхăнăр хăвăр краççынăрпа! Ай, тур-тур, çĕнĕ пуянсем епле пулса кайнă. Килĕр-çӳртăр çунса кайтăр, кĕлĕ çинче вĕлтĕрен ӳстĕр!
Çĕр çинче мĕнле кăна усал сăмах пур, пурне те аса илсе ылханса утакан хĕрарăм сасси чылайччен янăраса тăчĕ. Иртен-çӳрен çынсем ăна чарăнсах итлесе тăчĕç.
— Питлешме пĕлет тата апăрша, — терĕ Укахви нимĕн те пулса иртмен пек лăпкăн, вăл халăх вăрçса ылханнине куллен тенĕ пекех итленĕ, хăнăхса çитнĕ, çавăнпа та унăн кăмăлĕ пĕрре те пăсăлмарĕ.
Малалла Укахви пĕр ĕç те хушманнине кура Иркка кĕлетрен тухма хатĕрленчĕ, тусанланнă сăхманне шăлкаларĕ.
— Эсĕ кайрăн та-и? — терĕ Укахви. — Ĕçленĕшĕн сана пĕр премĕк памаллаччĕ. Акă, ме! — терĕ вăл, арча тĕпĕнчен саланма пуçланă премĕк илчĕ те ăна шăлсăр çăварĕпе вĕркелерĕ.
— Тавах, кирлĕ мар, — тесе кĕлетрен тухса утрĕ Иркка, çак лавккари япаласем çине, премĕк çине те, ылхан ӳкнĕн туйăнчĕ ăна.
3
Çĕрле кăпăш юр çуса кайнă хыççăн Ирккана шап-шурă хирте утма питĕ çăмăл, такам хыçалтан ачашласа тĕртсе пынă пекех туйăнать, ещĕкре кăранташпа ручка шăлтартатса пырать. Çул хĕрринчи, пĕлтĕрхи хыт хура тавра шăшисен çинçешке йĕрĕсем пур, хутран-ситрен çул урлă каçнă мулкачсем хывнă сукмаксем те палăраççĕ Иркка утать, утать те чарăнса тăрать, амăшĕ йыт-качакаран сыхланма панă шĕшкĕ туйипе юр çине хăйĕн ячĕпе хушаматне çырса хăварать. Çилсĕр çанталăк янкăр уяр, кăвак тӳпе хĕрринче кăна супăнь кăпăкĕ пек шурă пĕлĕтсем хăпарса тăраççĕ. Кăпăк пек тенĕрен, Иркка кĕпе çумалли кункăра çинче супăнь кăпăкĕ хăпарса тăнине астусах каймасть. Халĕ кĕпе-йĕме супăньпе çумаççĕ, кĕл шывĕ тултарнă хуранта вĕретеççĕ те çырма хĕрринчи юман килĕре кисĕппе кивеççĕ. Иркка килтен мăян çăкăрĕпе çĕр улми шӳрпине хырăмĕ панк туличченех çисе тухнă, йӳçенкĕ апат кăкăрне хĕртет, анчах çамрăк ачан нимле инкеке пăхăнман хăйĕн хаваслăхĕ пур: шурă юр çинче хавасланса чупас, выртса йăваланас килет. Юр пĕрчисем çинче вылякан хĕвел пайăркисем куçа йăмăхтараççĕ. Иркка хăй епле утнине сисмерĕ те, пилĕк çухрăмри вулăс ялне пырса та çитрĕ. Шкула кĕрес чухне çиелтен çыхнă тутăрне салтса сумкине чикрĕ, крыльца çинче тăпăр-тăпăр сиккелесе, çăпатисем çинчи юра силлерĕ. Шкулта ача-пăча сасси илтĕнмест-ха — Иркка ыттисенчен иртерех çитнĕ. Кĕç пысăк çурт хурт вĕлли пек сĕрлеме тытăнчĕ. Аслăрах классенче вĕренекенсем пĕр-пĕринпе лăпкă калаçса иртеççĕ, кĕçĕн класрисем алăка яри уçаççĕ те вăл туртăнса хупăнасса кĕтсе те тăмаççĕ, вирхĕнсе кĕрсе каяççĕ, пĕрне-пĕри тĕрткелесе те чышса илеççĕ. Чикеленсе кайни макăрма ĕлкĕреймест, сиксе тăрать те хăйне ӳкернине хӳтерсе каять.
Иркка, Изотов тимĕрçĕ хĕрĕ Маня килессе кĕтсе, алăк патĕнчен инçе каймарĕ, стена çумне тайăнса тăчĕ. Маня, пысăк вырăнти çын — вулăсри ĕç тăвакан комитет председателĕн хĕрĕ, халĕ сăмсине каçăртма та пултаратать, хăйĕн çывăх тусĕ çапла пулса каясран Иркка питĕ шикленет. Маня килсе кĕчĕ, унăн тумĕнче те, сăнарĕнче те чаплă çын ачи пулни сисĕнмерĕ, çийĕнче хура çитсăпа туллатнă ĕлĕкхи кĕрĕкех, пăхасса та ĕлĕкхи пекех пăртакçă куларах, тутин икĕ хĕррине икĕ путăк хăварса, пăхать.
— Эпĕ сана кĕçĕр тĕлĕкре те курнă, иккĕн çырма хĕррипе пыратпăр пек, шапа шыва сикрĕ те пире хăратрĕ пек, — тесе Маня Ирккана хул хушшинчен тытрĕ те, вĕсем коридор тăрăх хуллен утрĕç.
Иркка халиччен хăйсен шкулĕнче вĕренекен ачасене — аслă класрисене те, кĕçĕн класрисене те — паллатчĕ, анчах халĕ, вышеначальнăй училище уçнăранпа, палламан ачасем питĕ нумай. Акă çитĕнсе çитнĕ икĕ хĕр ыталанса пыраççĕ. Вĕсенчен пĕри, йĕкĕр хура çивĕтлĕскер, Ирккапа Маня çине авмак куç харшисем айĕнчен пăхса:
— Асту-ха, — терĕ хăйĕн юлташне, епле хитре хĕр ачасем, иккĕшĕ икĕ сăнлă пулсан та, йĕкрешсем пекех тату сӳреççĕ — шыв сапса та уйăрас çук. Пĕрне паллатăп-ха: вăл Изотов хĕрачи. Сана мĕнле чĕнеççĕ? — терĕ вăл, Иркка çине пиçсе çитнĕ çĕмĕрт пек хура куçĕпе пăхса.
— Ира Станкова, — терĕ Иркка, палламан çын умĕнче вăтанаканччĕ, халĕ хăйне хăюллă тытрĕ, мĕншĕн тесен йĕкĕр çивĕтлĕ хĕр ăна питĕ ырă кăмăллă çын пек туйăнчĕ.
— Эпĕ сирĕнпе калаçăп-ха, юрă та вĕрентĕп, — терĕ те пысăк хĕрача, юлташĕпе малалла утнă май Иркка çине тепĕр хут çаврăнса пăхрĕ.
Маня каласа панă тăрăх, вĕсемпе паллашнă хĕре Липа Халапсина тесе чĕнеççĕ. Унăн ашшĕ вулăс ялĕнче врачра ĕçлет. Маня калас сăмахне каласа та пĕтереймерĕ, вĕсене ик енчен хăйсем пек пĕчĕк те шавлама юратакан хĕрачасем хупăрласа илчĕç.
— Эсĕ, Иркка, шкула килнĕ чух уйра кашкăр курмарăн-и? — ыйтрĕ тачка туталлă Зоя.
— Çук. Эсĕ куртăн-им?
— Эпир ял пахчисем хыçĕнче икĕ сăрă кашкăр куртăмăр.
— Чăнах-и? — чарăнса тăрсах ыйтрĕ Иркка.
— Чăнах пулмасăр, — хăйне нумай пĕлнĕ пек тытса каларĕ Зоя.
— Тукмак хӳресем кăçал питĕ ашкăнса кайнă. Халĕ вĕсем выльăхсене тулаççĕ, малашне çынсене те тапăнĕç. Хăвалăх ялĕнче пĕр çĕр хушшинче тăватă сурăх пăвса пăрахнă, тет, Çатра ял çыннине уй варринче çисе янă, çăпата сырнă урисем çеç юлнă, тет. Сана та пĕрре тукмак хӳре шăл хушшине хĕстерĕ-ха.
— Кашкăр ман пеккине тивмест, — терĕ Иркка, лешĕ суйнине сиссе.
— Мĕншĕн ара?
— Эпĕ ырхан.
— Кашкăра шăмă çеç кирлĕ.
— Ан суй! — Иркка ачасем хушшинчен тухрĕ те Маньăна аллинчен хытах сĕтĕрчĕ. — Каяр!
Кашкăр çинчен юптарнине Иркка хăйсен ялĕнче те нумай илтнĕ. Вăл халăх хушшине таçтан килсе кĕчĕ те ерекен чир пек сарăлнăçем сарăлса кайрĕ, ытти юмахсене хурал пӳртĕнчен те, улахсенчен те сирпĕтсе кăларчĕ, хăй пĕр-пĕччен тăрса юлчĕ. Кашкăр çинчен мĕн çеç калаçмаççĕ-ши? Тихха Натюкĕ таçтан пĕр юмах илтнĕ. Пĕр карчăк пӳрчĕ умĕнче темиçе çĕр хушши ватă кашкăр сыхласа ларнă, тет, вара карчăка тăр кăнтăрлах ярса илнĕ те шари çухăртсах вăрманалла илсе кайнă, тет.
Иркка, хăйĕн кăмăлне лăплантарас тесе, хăрушă юмахсене пĕтĕмпех манма тăрăшрĕ, анчах малтанхи урокрах, арифметика вĕреннĕ чухне, учитель тĕслĕхре кашкăрсене асăнчĕ.
— Эсир итлесе ларăр та шутласа кăларăр, — терĕ вăл ахаль те пĕр пĕрчи уйрăлми яка выртакан хура çӳçне турапа тураса. — Çурçĕр тĕлĕнче виçĕ кашкăр яла пырса кĕнĕ, виçĕ килкартине тапăннă, пĕри икĕ путек те пĕр сурăх пăвнă, тепри...
Ирккан пĕтĕм ӳт-пĕвĕ сивĕ шывпа сапнă пек çӳçенсе илчĕ, вăл, итлеме пăрахса, сумкинчен доска кăларчĕ те ун çине тем те пĕр ӳкерме тытăнчĕ, шухăшне таçта та салатса ячĕ, инçетре çӳрекен Лисука, вăл ăна ачашласа пăхнине аса илчĕ, чунĕ эрленнипе макăрас килчĕ.
Паянхи уроксенче вăл пархатар курмарĕ, кашкăр юмахне пуçласа янă Зойăна ылханса ларчĕ, малашне килĕпе шкул хушшинче кулленех каллĕ-маллĕ çӳресси хăратрĕ, килне таврăннă чухне çул çинче кашкăр сиксе тухассăнах туйăнчĕ. Хайхи иртенпе кĕтнĕ юлашки шăнкăрав сасси коридор тăрăх шăнкăртатса иртрĕ, ачасем пурте харăс сиксе тăчĕç, арçын ачасем мулкач çĕлĕкĕсене тăхăнчĕç, хĕрачасем тутăрĕсене çыхрĕç. Иркка хăйпе пĕрле юнашарах тухса тăнă Маня çине тем ыйтнă пек именсе пăхса илчĕ, лешĕ;
— Иркка, атя пирĕн пата! — терĕ ăна.
— Юрать! — терĕ Иркка, çав самантрах унăн салху шухăшĕ те, ывăнни те йăлтах иртсе кайрĕ.
Вĕсем, пĕрне-пĕри алăран тытса, урам тăрах сике-сике чупрĕç, пĕр хутлă хĕрлĕ чул çурт умĕнче чарăнчĕç. Пӳрт умĕнче çаралса юлнă сирень тĕмĕ ăшĕнче хĕвел анас умĕн çерçи ушкăнĕ чĕриклетет, çул хĕрринчи çӳп-çап çинче кăсăясем хӳрисене вылятса чупкалаççĕ. Вулăсри ĕç тăва-кан комитет председателĕ Изотов чăпта хуçин çуртĕнче пурăнать. Пырса кĕрсенех, Изотов арăмĕ, Татьяна Николаевна, сарлака хулпуççиллĕ хĕрарăм, Ирккан шурă пир сумкине тĕпелти пăтаран çакрĕ те хăйне çĕклесе илчĕ;
— Каçченех кашта çӳлĕш тенĕ пек, хăвăрт ӳсетĕн эсĕ, — терĕ вăл, ăна тӳрех пукан çине пырса лартрĕ. — Хывăнăр та апат çиме ларăр, касăлса çитрĕр пулĕ.
Татьяна Николаевна сĕтел çине икĕ турилкке пăсланса тăракан шӳрпе пырса лартрĕ, икĕ татăк çăкăр хучĕ. Шӳрпине тăварлă типĕ пулăпа пĕçернĕ, анчах шӳрпи ытла тăварлах мар. Хырăмĕ питĕ выçса çитнĕ пулин те, Иркка типтерлĕ пулма тăрăшрĕ, кашăкри шӳрпене пĕр хыпса çăтса ямарĕ, хуллен сыпа-сыпа, тутине пĕркелесе çирĕ, нумайранпа тутанса курман çăкăр вара пĕтĕм ӳт-пĕвне вăй кĕртрĕ. Татьяна Николаевна килти пурнăç çинчен тĕпчесе ыйтсан, Иркка хăйсен пурнăçĕ татăлса каяс çĕрĕк çип пек тăсăлни çинчен пĕр сăмах та калас темерĕ, «чипер-ха, чипер», тесе кăна пычĕ.
— Кашкăрсем нумай тесе калаçаççĕ, анне, — терĕ Маня.
— Сире тивмĕç.
— Ирккана яла çӳреме хăрушă.
— Иркка пирĕн патра пурăнтăр, — терĕ Татьяна Николаевна, хăй икĕ курка чей лартрĕ, иккĕшне те пĕрер катăк сахăр пачĕ.
— Халĕ ĕнтĕ урамра çӳрĕр, транкки-транкки сиккелĕр, — терĕ Татьяна Николаевна, ачасем сĕтел хушшинчен тухсан.
Тăкăрлăкпа нумаях та утманччĕ, ачасем умне Атăл та, унăн леш енче хуралса ларакан вăрман та килсе тухрĕ. Атăл кăвак кĕленче айне кĕрсе выртнă пек пăрланнă, анчах тӳпе çине пăхса выртма унта-кунта хăй валли уçă шăтăксем хăварнă, халĕ вĕсенчен тĕтре хăпарать. Атăл çинчи кăпăш юра çил шăлса тасатнă, шыв хĕрринчи хăвалăхсем тĕлне кĕрт хĕвсе хăварнă.
Маня Ирккана икĕ хутлă чул çурта илсе кайрĕ. Ун çине пукан çӳллĕш саспаллисемпе «Халăх çурчĕ» тесе çырса хунă. Барон фон-Зинберген çуртне Иркка пĕрре кăна мар курнă, ашшĕ тĕрмере ларнă чух апат илсе килнĕ, анчах ун çине вăрах пăхса тăма хăранă, килкартинче йытă сăнчăрне чăнкăртаттарни илтĕннĕ.
Иккĕш яр уçă тăракан чĕнтĕрлĕ тимĕр хапхаран кĕчĕç. Хура сăранпа тыттарнă пысăк та йывăр алăка уçсанах, Иркка умне анкарти пек сарлака пӳлĕм тухса тăчĕ. Никам та çук, тĕрĕллĕ урай тăрăх утнă чух ура сасси янăраса каять. Чечеклесе илемлетнĕ çӳллĕ мачча çинче утмăлтурат çакăнса тăрать, унăн турачĕсем çине тĕрлĕрен кĕленче теттесем çакса тултарнă, анакан хĕвел çутинче вĕсем симĕс-кăвак, хĕрлĕ-кĕрен тĕссемпе ялтăраççĕ.
— Ку мĕн? — терĕ Иркка, тĕлĕнмелле туратсем еннелле аллине тăсса.
— Барон пурăннă чухне вĕсем çинче çуртасем çуннă, — терĕ Маня, хăй ниçта та чарăнса тăмарĕ, авса тунă пукансен хĕррипе малалла утрĕ.
Пысăк пӳлĕмри шăплăха хăваласа кăларнă пек, çӳлти хутра рояль сасси кĕрлерĕ, унтан пĕр ушкăн çын пĕр харăс юрлани илтĕнсе кайрĕ.
Пĕр пӳлĕмрен халăх кĕпĕрленсе тухрĕ, варринче Маня ашшĕ Изотов утса пырать, хура та çăра мăйăхне ик еннелле тăсса пĕтĕрнĕ, салтак шинелĕнчен çĕлетнĕ пиншакне йӳле янă. Аслă классенче вĕренекен арçын ачасемпе хĕрачасем унпа пĕрле леш малтанхи пысăк пӳлĕме пырса кĕчĕç; вĕсем хушшинче кăмăллă Липа Халапсина та пур.
— Юлташсем! — терĕ тимĕрçĕ лаççи шавĕнче хытă калаçма вĕреннĕ Изотов, пӳлĕм варрине пырса тăрса. — Эпир ытла тĕттĕм пурăнатпăр, савăнма вĕренсе çитмен. Пирĕн кĕрлеме те шавлама халĕ лайăх çурт пур. Çĕнĕ çул тĕлне спектакль лартасчĕ, хамăр сцена çинче выляма пĕлнине кăтартасчĕ. Вырăсла пьеса пур акă, — Изотов кĕсйинчен сарă кĕнеке туртса кăларчĕ. — Ăна кам чăвашла куçарма пултарĕ-ши?
— Липа Халапсина! — терĕ пĕр хĕрача сасси, ун хыççăн ытти сасăсем те янăраса илчĕç:
— Халапсина!
— Пултарать!
— Вăю пур пек-и, Липа? — терĕ Изотов.
— Пĕлмен çĕрте атте пулăшĕ, — терĕ Халапсина, кĕнекене Изотов аллинчен илчĕ те хул хушшине хĕстерчĕ.
— Пьеса пулĕ, артистсем тупăнĕç. Халех пирĕн сцена тума тытăнмалла. Пуртă-пăчкă илсе килтĕр-и? — терĕ Изотов.
— Илсех килтĕмĕр! — терĕç темиçе арçын ача. Изотов халăхпа пăртакçă калаçса тăнă хыççăн пысăк пӳлĕм алăкĕ яри уçăлса кайрĕ, сивĕ сывлăш урай тăрăх упаленсе кĕрсе тулчĕ, тăрăхла хăмасене икĕ пуçĕнчен йăтса кĕрекен арçын ачасемпе хĕрсем хушшинче юрлани те шавлани илтĕнчĕ, каярахпа пăчкăпа сава сасси çӳлти хутра халĕ те кĕрлекен рояль кĕввине хупларĕ. Ирккапа Маня мĕнле кăна тăрăшсан та халăх хушшинче кирлĕ ĕç тупаймарĕç, каллĕ-маллĕ чупса çӳресех чылай вăхăт иртсе кайрĕ, аслă пӳлĕме каçхи тĕттĕм кĕме пуçларĕ.
— Атте патне кĕрсе тухар, — терĕ Маня, Ирккана коридор тăрăх илсе кайрĕ, урайĕнче тапак мăкăрлантарса ларакан çынсем патĕнчен иртрĕç, вĕсен урисем урлă каçса, кĕленче хăлăплă алăка уçса кĕрсе кайрĕç.
— Сире мĕн кирлĕ? — тесе ыйтрĕ, çилли хăй ачи умĕнче те иртсе кайман хулăн сассипе Изотов.
— Ним те, — терĕ Маня.
Ашшĕ урăх пĕр сăмах та каламаннине кура Маня Ирккана çавăтсах юнашар пӳлĕме тухрĕ, урайĕнче купипе выртакан хутсене ухтарма тытăнчĕ. Иркка кунта та хăйĕн яланхи йăлине пăрахмарĕ: пурне те пĕлесшĕн пулчĕ.
Иркка алăкран кĕнĕ чухнех Изотова хирĕç пукан çинче ларакан çынна асăрхарĕ. Пăхма чаплах мар, ахаль кăна хура пиншак тăхăннă пĕр хĕрĕх çулхи çын тилмĕрсе пăхса ларать, ĕнтĕ ĕç çукран мар, мĕн те пулин ыйтма килнĕ. Ăна Иркка пĕр çул каярах хăйсен ялĕнче курнăччĕ. Вăл ун чухне хура пичке турттарса килнĕччĕ, тикĕт сутатчĕ.
— Пĕтĕм халăх тарăхать, — тет çавă çын, — шутла-ха ĕнтĕ, кашкăрсем тăр кăнтăрла яла пырса кĕреççĕ, çын сехрине хăпартаççĕ.
— Эпĕ ялсенче кашкăрне мар, сукмакне те курман, — тет Изотов, нимĕн те ĕненменнине кăтартса, аллине сулать.
— Эсĕ ялта сахал пулатăн.
— Эсĕ мана кашкăр туласа пăрахнă пĕр-икĕ ĕне мăйракине илсе килсе кăтарт.
— Мăйрака çĕклесе çӳреме ухмаха тухман-ха, — тет сарлака янахлă этем, ним тума пĕлмен енне пукан çинчен сиксе тăрса, Изотов умне пырать.
— Мăйрака çĕклесе çӳресшĕн мар, пăшал ыйтатăн.
— Эпĕ хам валли кăна мар. Вулăсра сунарçăсен ушкăнĕ тумалла.
— Ахаль выртакан пăшал çук, — тет Изотов.
— Уесрен ыйт!
— Кай та ыйт ху, вара текех вăрмансенче кĕрлеттерсе çӳре! — тенĕ хыççăн Изотов сĕтел хушшинчен тухать те тавăлса çитнĕ çилĕллĕ сасăпа ыйтать: — Кама пересшĕн эсĕ? Кашкăра-и?.
Вăл çав самантрах юнашар пӳлĕм енне çаврăнчĕ те
— Маня, киле вĕçтерĕр! — терĕ.
Урамра ура сасси кăчăртатни янăраса тăракан лăпкă каç, Иркка кашкăрсем çинчен шухăшласа пычĕ, нумай çăлтăрлă таса тӳпе ăна яланхи пек савăнтармарĕ, Атăл леш енчи вăрманта та, хăйсен ялне каякан çул çинче те халĕ тукмак хӳресем шăлĕсене шатăртаттарса çӳренĕ пек туйăнать. Татьяна Николаевна ăна диван çине вырттарчĕ. Иркка, усал тĕлĕксем курас мар тесе, пуç çинчен витĕнесшĕн марччĕ, анчах кăшт кăна чакарнă лампа çути çывăрса кайма чăрмантарнă пирки кивĕ пальто аркипе хупăрлансах выртмалла пулчĕ.
Вăл нумаях та çывăрман пулас, анчах кăмака çумĕнчи пукан çинче Хĕр-Ваçка ларни, ун умĕнче Изотов уткаласа çӳрени питех те тĕлĕнтерет.
— Апла иккен, — тесе шухăша каять Иркка, — Хĕр-Ваçка йывăç урипе кĕмсĕртетсе кĕнĕ те мана вăратнă. Мĕн тума килнĕ-ши çĕрле Ваçка пичче?
Ваçка çаннине те, умне те сапланă шинельпе ларать, унăн мĕлки кăмака çинче сиккелет.
— Пуянсене эпир ирĕк патăмăр, алла çăварлăхланă чĕлпĕр тытас вырăнне хурал пӳртĕнче шавласа ирттеретпĕр, — тет Ваçка тытăнкăллă сасăпа. — Эпир пуху тăватпăр, çав вăхăтра Варлам анкартинчен тăпачă сасси пĕтĕм ял тăрăх янăраса тăрать. Мăшкăл мар-и?
— Питĕ пысăк мăшкăл. Кулак кулли, — тет шăппăн Изотов, такам итлесе тăрасран шикленнĕ пек. — Тыррине туртса илмелле.
— Эпир ăна туртса илĕттĕмĕр, — тет Ваçка та шăппăн, — анчах пирĕн вăй çитмест. Ухтарас та пăхас пулать. Эпĕ хамăн туяпа кайăп-и?
Иркка кашкăрсем çинчен те сăмах пуласса кĕтрĕ, анчах тутлă ыйхине сирме вăйĕ çитмерĕ, çывăрса кайрĕ.
4
Халăх çуртĕнче чупса çӳреме хаваслă пулсан та, Татьяна Николаевна тутлă çитерсе çемçе вырăн çинче çывăратсан та, кашкăрсем çинчен пыракан юмах сехрене хăпартсан та, тăватă кун вулăс ялĕнче пурăнни Ирккана йăлăхтарса çитерчĕ. Вăл ашшĕ-амăшне, Петюка тата Хамит лашине курас килсе тунсăхларĕ, юлашки шăнкăрав шăнкăртаттарнă хыççăн Вилюкпа Хветюка кĕтсе илчĕ те вĕсемпе пĕрле килне утрĕ. Тĕттĕмленсе çитсен те, шурă юр çутипе уйра утма лайăх, анчах вĕсем яланхи пек тарăн çырма урлă мар, çӳлти касран пăрăнса кĕмелле кайрĕç.
Уй хапхи патне пырса çитерехпе, ялта уяв пулмасан та, сасартăках юрă илтĕнсе кайрĕ.
— Пĕри юрлать мар-и? — терĕ Вилюк, лайăхрах итлес тесе, аллине хăлхи çуначĕ хыçне тытса.
Виççĕшĕ те чарăнса тăчĕç.
— Чăнах та, юрлать, — терĕ Хветюк. — Хĕрарăм юрлать.
— Макăрса ярас пекех хурлăхлă юрлать. Вырăсла юрлать. Атьсемĕр, пирĕн ял çынни мар ку, майра юрлать, — терĕ Вилюк.
Вĕсем чылайччен итлесе тăчĕç, юрă ăçтан килнине чухлас тесе, унта та кунта сайра хăй çутиллĕ чӳречесем çине пăхкаларĕç — халĕ халăх хĕсĕнсе çитнĕ, çутăпа ларакан сахал.
— Кайсах итлер-ха, — терĕç те виççĕшĕ те пĕр харăс чупрĕç, нумаях та каймарĕç, урамра кушак йĕрне те палласа илмелле çутатакан Варлам çурчĕн пысăк чӳречисем умне çитсе чарăнчĕç. Пуян çуртра хитре сасăллă майра юрра шăрантарать, хапха умĕнче çунасем кĕпĕрленсе тăраççĕ.
Хĕрарăм юрласа пĕтернĕ хыççăнах акăш-макăш тăвăл çаврăннă пек ташă кĕвви пуçланса кайрĕ: сĕрме купăсĕ те ĕнĕрлет унта, тӳнкĕр-тӳнкĕр параппанĕ те çапать пулмалла.
— Пăхăр-ха, атьсемĕр, Варлам кантăкĕнчен темскер карăнса пăхать, — тĕлĕнсе каларĕ Иркка.
— Ай-ай! Мĕн вăл?
— Çавă юрлать мар-и?
— Сасси çавăнтан тухать...
Хĕл варринче, каçхи кăчăрт сивĕ çанталăкра, пĕр чӳречене яри уçса пăрахнă, унтан кĕмĕл труба кăларнă, труба вĕçĕ пысăк шăнкăрав пек сарăлса тăрать. Ачасем пĕлес килнипе çурт умне пырса тăчĕç, çăвар карсах труба çине пăхаççĕ — ташă кĕвви çаплах шăранать. Хапха умĕнчи лавсем тавра тарçă-тĕрçĕ васкаса чупкалать, хутаç та, хăма арча та çĕклеççĕ. Труба ăшне кĕрсе каяс пек пăхса тăракан ачасем асăрхаман та, уçă чӳречерен Колякка пăхса тăра парать, пуçĕнче темле лапсăркка çĕлĕк.
— Тĕлĕннипе пыршă çурăлмасть-и сирĕн? — терĕ вăл.
— Мĕн вăл? — труба çине пӳрнипе тĕллесе ыйтрĕ Хветюк.
— Мĕн иккенне хăвăр пĕлĕр.
— Кала ĕнтĕ, — тет чӳрече умнех пырса Вилюк.
— Кăрмахвун, Люшша пичче хуларан илсе килчĕ. Çăнăхла.
— Ай-ай! Миçе лав панă вара уншăн? — терĕ Хветюк.
— Лав сана! Халĕ çăнăх хаклă. Пĕр хĕрарăм Люшша пичче умĕнче чĕркуçленсе макăра-макăра тилмĕрчĕ, тет, икĕ кĕрепенкĕ çăнăхлах парса ячĕ, тет. Çăнăхла халĕ кăрмахвун мар, турра та сутăн илме пулать, — терĕ Колякка. Турă çинчен калакан сăмахне, паллах ĕнтĕ, хăй шухăшласа кăларман, ашшĕ-амăшĕнчен илтнĕ.
Кĕмĕл труба сăмахсар юрă пуçласа ячĕ, купăссем ĕнерсе янăрани илтĕнчĕ, анчах юрлакан машинăна итлесе тăма май пулмарĕ, сивĕ юр ура тупанĕнчен шăнтма пуçларĕ те пĕтем ӳт-тир ĕнтĕркеме тытăнчĕ, каясах килмесен те, килелле утмалла пулчĕ. Варлам тарçисем çаплах эхлетсе сĕтĕреççĕ, вĕсен хушшинче Тихха сасси те илтĕнет.
— Люшша, пулăш-ха, питĕ йывăр. Мĕн ку сан?
— Пустав тĕрки! — тет мăнкăмăллă сасă.
Варлам чӳречи çинче юрлакан эккемет пирки калаçса Вăтăкасса çитнĕ çĕре каçхи хура чаршав пур енче те карăнчĕ, çăлтăрсем палăрса йăлтăртатма пуçларĕç, хăйă çути Çеркки чӳречинче кăна курăнчĕ. Иркка хăйсен умне çитес чухне çырма еннелле пăхса илчĕ.
Пĕр этем мĕлки çырма урлă каçрĕ те Çеркки пахчине кĕрсе кайрĕ, такамран пытаннă пек пĕшкĕнсе, мунчана кĕрсе çухалчĕ. Иркка пӳрте кĕрсенех — ашшĕ-амăшĕ итлет-и, çук-и — мĕн курнине каласа пама васкарĕ:
— Эпир кашкăртан хăраса çӳлти касран килтĕмĕр. Пĕр этем çырма урлă каçрĕ, пĕшкĕнсе пычĕ-пычĕ те Çеркки мунчине кĕрех кайрĕ, хăйĕн аллинче вăрăм кӳсек пекки пурччĕ. Кашкăртан хăранă ĕнтĕ вăл.
Çырма урлă каçса йăпшăнса килекенни кашкăртан мар, çынтан, кун çутинчен хăранă, теттĕм каçра кăна хăйне канăç тупнă, хӳтĕре тесе шутланă. Унăн аллинче кӳсек мар, винтовка пулнă. Вăл тахçанах çапăçу хирĕнчен пăрăнса тарнă, ялсемпе хуласене пырса кĕмен, çын иртсе çӳрекен çулсем çине тухман, çулла вăрмансенче пытанса пурăннă, çĕрле пахчасенчен çĕр улми вăрланă, шыв хĕрринче ларакан хурсемпе кăвакалсен мăйĕсене пăрнă, вара, пĕр-пĕр тĕттĕм ахрат варĕнче такан туса, котелокпа яшкă пĕçернĕ. Ялсене кĕме май пулман чухне курак-чакака персе ӳкерме пăшалĕ пулнă. Халĕ ĕнтĕ, сĕм вăрмансенче хӳтлĕх пĕтсен, сивĕ çанталăк шăлне шатăртаттарса килсен, усал чун хăй çуралнă ялне килнĕ.
Вăл, леш юрлакан машина сассине итлесе, мунчара ларчĕ, нумаях пулмасть хутнă мунчан милĕк шăршинче ăшăнчĕ, ялта сас-чӳ шăпланнă хыççăн мунчаран тухрĕ те шухăша кайрĕ: ашшĕ килкарти йĕри-тавра хӳме тытса çавăрнă, сиксе каçма вăй та çитес çук. Пур юпана та шутланă пек пăхкаласа уткаларĕ, çĕрлехи сивĕре турачĕсене силлесе ларакан улмуççисен çумĕпе хăраса утрĕ. Ашшĕ кивелнĕ витене сӳтсе пăрахнă иккен, çĕнĕрен тума хыр пĕренесем илсе килнĕ. Вăл, пĕренесем урлă каçса, килкартине кĕчĕ, чӳрече çумне тайăнса нумайччен итлесе тăнă хыççăн вăрăм чĕрнисемпе хуллен шаккарĕ.
— Кам унта? — илтĕнчĕ пӳртрен Çеркки сасси.
— Атте, уç-ха, — терĕ килнĕ çын.
— Чим-ха, чим. Энтри мар-и? — савăнса кăшкăрса ячĕ Çеркки.
Малтан пӳртре ура сасси илтĕнчĕ, унтан пăлтăрти алăк сăлăпĕ шăлтăрт турĕ.
— Ан калаç — терĕ килнĕ çын, стена тăрăх хыпаласа пырса пӳрте кĕчĕ; ашшĕ алăка хупсан: — атте, лампа ан çут. Сан туртма çук-и? — тесе хушса хучĕ.
— Эпĕ туртмастăп-çке. Лавккана уçас мар-и? — терĕ ашшĕ. — Эсĕ тесен, ывăлăм, тем тума та хатĕр. Тем сиснĕ пекех, кĕçĕр ыйхăм килмерĕ, куç хупса та курмарăм, лавккана уçас-и эппин?
— Ан шăлтăртатса çӳре, çынна ан систер.
— Мĕн çынна систермесси? Лавкка хамăрăн, — терĕ те ашшĕ уринчи калушне сĕтĕрсе тĕпелелле утрĕ.
— Ăçта каятăн?
— Лавкка уççи аннӳре.
— Ан вăрат. Килте урăх кам та пулин пур-и?
— Никам та çук, — терĕ ашшĕ, кăштăртатса пырса кутник сакки çине ывăлĕпе юнашар ларчĕ, пӳрте çĕре пуçланă тир шăрши пек усал шăршă сарăлнине сисрĕ.
— Ырăпах килтĕн-и эсĕ, ывăлăм? — терĕ вăл, чĕринче хăйне такам çаратма килнĕ пек хăрани палăрчĕ.
— Мĕн ырри унта? — терĕ лешĕ, ӳтне кăтăр-кăтăр хыçса илчĕ. — Никам та хушмарĕ, хам ирĕкпе килтĕм.
— Мĕнле?
— Тарса килтĕм. Чăтма йывăр пулчĕ, вилес килмерĕ.
— Эсĕ таркăн апла, — пăшăлтатса каларĕ ашшĕ, ассăн сывласа.
— Таркăн çав, атте. Эсĕ мана ан тирке, усра...
— Ун пирки сăмах та пулмĕ. Усрас пирки ан та калаç. Сана, тĕпренчĕкĕме, тăван киле турă çавăрса килчĕ пулĕ, — хăйĕн савăнăçне пĕлтерес тесе, Çеркки хытах калаçма тытăннăччĕ, анчах, такам çăварĕнчен çапнă пек, сасартăках шăпланчĕ. Урамра лаша тулхăрса илнине илтсен, Çеркки чӳрече патне пырса тăчĕ: такам шуйттанĕ çурçĕр иртсен те юра такăрлатса çӳрет.
— Кăнтăрла çывăрнă пулĕ, ыйхă чăпти, — тесе вăрçса илчĕ. — Çĕрле ыйхă çук, ачам, мана пĕрене çурăкĕнчи шăрчăк чăрлатни те вăратать.
Суту-илӳ туса айкашма тытăннăранпа, ăна халăх «çĕнĕ пуян» тесе ят панăранпа Çеркки ыйхă хакне пĕлме тытăнчĕ, çĕрле епле те пулин çывăрас тесе куçне хупса выртать, анчах ыйхă килмест, шухăш хуранта вĕрекен яшка пек çаврăнать, çитменнине каçсерен хăракан пулчĕ: такам чӳречерен кĕрсе çамкаран пуртăпа ярас пекех туйăнса каять. Минтере темле те хурса пăхса нумай тарăхса выртнă хыççăн çывăрса кăйсан, урăм-сурăм хăрушă тĕлĕксем аптратаççĕ, вара Çеркки чăм тара ӳксе вăранса каять.
— Эсĕ, ачам, ху килмен, сана ман пата турă янă, — терĕ ашшĕ каллех, хăлха патĕнче пăшăлтатса. — Эпĕ ĕлĕкхи Çеркки мар, Çеркки хуçа пулса пыратăп ĕнтĕ. Татах та мул пухма ĕмĕт пур, анчах пирĕн, карчăкпа иксĕмĕрĕн, шăмшак вăйĕ çитмест. Тем те сиксе тухма пултарать. Эпĕ, ачам, хам мула кама парса хăварăп? Халĕ манăн тырă пилĕк çĕр пăтран та иртсе кайрĕ. Шăтăк чавмалла, çĕр айне пытармалла. Хамăн та, карчакăн та кĕреçе тытма вăй çук. Эсĕ килессе пĕлтернĕ пекех, çак кунсенче аннӳ аллинчен çĕçĕ ӳксе шухăша ячĕ. Аннӳ çăкăр касма тăрать — çĕççи ӳкет, çĕр улми шуратма ларать — каллех çĕççи ӳкет. Çĕçĕ ӳкни арçын чунĕ килессе пĕлтерет, теççĕ ваттисем. Халлĕхе вырт та çывăр, ачам, ыран калаçăпăр, — терĕ ашшĕ тар шăрши çапакан ывăлне çурăмĕнчен, пĕчĕк чухнехи пек, аллипе лăпкаса. — Тăрса пăх-ха, — терĕ те вăл, ывăлне хулĕнчен тытса чӳрече патне илсе пычĕ. — Куратăн-и, кĕлет ларать. Унта манăн мĕн чухлĕ тавар!
— Мана шалт тĕлĕнтерсе ятăн эсĕ, атте. Тырă шăтăкне эпĕ хам чавăп, çĕр айне арлан пек кĕрсе кайăп. Кĕркури çырмасть-и?
— Кĕркури çырнăччĕ-ха, — тем пытарнă пек каларĕ Çеркки, — салтакран килес пирки каламанччĕ. Пурнăç тĕрекĕ санра кăна, Энтри.
— Тăрăшăп, атте.
— Эсĕ, ачам, хăвăнпа ним те илсе килмерĕн-и?
— Манăн, тарса çӳрекен чунăн, мĕн пултăр? '
— Хутаç та çук-и?
— Мансах кайнă. Мунчара пăшалпа хутаç пур.
— Ун пек япалана хăварма юрать-и? Эх, тур-тур, тем курăн... Ял тулли ыйткалакан та кĕлмĕç çӳрет, мунчасенче çĕр каçать. Халех каям-ха.
— Эсĕ винтовкăна турткаласа ан пăх, ăна авăрланă, — терĕ Энтри. Ăшă пӳртре тарланă ӳчĕ çинче пыйтă йăшăлтатни тарăхтарса çитерчĕ ăна, кĕпи-йĕмне хывса çапас килчĕ.
Ашшĕ йăпшăнса тухрĕ, сăлăп илни те, алăка уçса хупни те кăшт кăна илтĕнсе юлчĕ, каялла та вăл çавăн пекех ним сасă кăлармасăр килсе кĕчĕ.
— Пăшалĕ вăрăм, патронĕсем пĕр хутаç, — терĕ ашшĕ кĕнĕ-кĕменех. — Ку хаклă япаласене сутма та пулать, ачам. Халĕ кашкăрсем ĕрчесе кайнă, теççĕ... Ыранах Варлам патне каям та сутса ярам.
— Эсĕ, атте, апла çӳресе мана капкăна лектеретĕн, — Энтри ашшĕ умне пырса тăчĕ. — Варлампа çыхланса ырри пулас çук.
— Эпир Варлампа туслă пурăнатпăр. Эсĕ ахалех хăраса ан ӳк. Эпĕ суту-илĕве вĕренсе çитнĕ ĕнтĕ, хыçран йĕр хăвармастăп.
— Эппин сутах, атте, сут. Ăна килте усрама хăрушă.
— Эпир ăна тăпра айне пытарса тутăхтармăпăр, — терĕ ашшĕ хаклашнă чухне кăна пулакан ачаш сасăпа, — хакла сутса ярăпăр, инкекрен те хăтăлăпăр.
— Юрĕ, атте. Манăн питĕ çиес килет. Виççĕмĕш кун ĕнтĕ çăвара пĕр хĕлхем апат яман, ĕнер вăрманта чĕре сури тума йĕлме хуппи чăмланăччĕ.
Ашшĕ вăрă пек хуллен пускаласа çӳрĕрĕ, кăмака питлĕхне уçрĕ те сивĕнсе çитмен чӳлмеке сĕтел çине пырса лартрĕ, унтан сĕтелтен çăкăр кăларчĕ, кашăк хучĕ.
Купăста шăршине сиссен, хыçкаланса ларакан таркăнăн аллисем выçă йытă урисем пек тăр-тăр чĕтренсе илчĕç. Вăл çыртса илнĕ çăкăр татăкне чăмлама та ĕлкĕреймерĕ, карланкине ыраттарса çăтса ячĕ, йӳçме пуçланă шӳрпене кашăк тулли ăсса илчĕ.
5
Çĕнĕ пуян пӳрчĕ таркăн ывăлĕ килнĕренпе икĕ хутлă пулса кайрĕ: çӳлтинче Çерккипе карчăкĕ пурăнаççĕ, аялти хутра — тĕпсакайĕнче — Энтри. Лăпкă çурçĕр тĕлĕнче кивĕ шинель тăхăннă чун килсе кĕни малтан савăнăç пек туйăнчĕ, анчах вăл хăйпе пĕрле çичĕ инкек ертсе килни малтанхи кунах сисĕнчĕ, Укахвин ахаль те хавшаса çитнĕ чĕрине çурмаран çурас пекех ыраттарчĕ.
Лавккара та сутмалла, апат та пĕçерсе тĕпсакайне антарса памалла, кĕтмен çĕртен темле иртен-çӳрен е кӳршĕ çын пырса кĕрсе таркăн хыпарне пĕлесрен алăка яланах питĕрсе тăмалла. Пыйтăллă-шăркаллă ывăлне тасатса çитерме паян ирех мунча хутасшăнччĕ, анчах милĕк шăрши урама тухсанах, кам та пулин, çурăмне кăтăр-кăтăр хыçкаласа, пырса тухатех, çавăнпа Укахви вучахра пĕр хуран шыв ăшăтрĕ те ывăлне пӳртре çăвăнтарчĕ.
Тĕпсакайĕнче мăчăлти лампа çунать, унăн тĕтĕмĕ сахал пулин те ниçта тухса кайма шăтăк тупаймасть, куçа касса йăсăрланса тăрать, карланкă тĕпне ларать, сăмса шăтăкне кĕрсе чыхăнтарать. Çĕр улмин шап-шурă тунисем, пĕр-пĕринпе явăнса, шĕвĕрĕлчен купи пекех выртаççĕ. Шăшисем пĕр вĕçĕмсĕр кăштăртатни, таçта, никĕс айĕнче, вĕсен çурисем çинçе сасăпа макăрашни хăлхана кĕрсех тăрать, пĕтĕм кăмăла йĕрĕнтерет. Çерккипе шăрт сухаллă ывăлĕ тăпра çинче, çĕр улми купи хĕрринче, çут хуçса лараççĕ. Иккĕшĕн те çӳçĕсене эрешмен картисем, улам пĕрчисем çакланнă.
— Эсĕ, ачам, урата юпи патĕнчен пуçласа пăлтăр еннелле чавса кай, çиелтен тăпра ишĕлсе анмалла ан пултăр, тĕревсем лартса пыр, — тет Çеркки, сасси унăн савăнăç мар, инкек кăна кĕтмелле хурлăхлă илтĕнет.
— Малтан вăй пур пек туйăнчĕ, те выçă хырăма тӳрех чыхса тултарнăран имшерлентĕм, ура çине тăрас та килмест, — тет Энтри, çĕр улми купи çине тайăнать, çурăмне тӳрĕ тытаймасть.
— Вăй пух, ачам, — тет ашшĕ, сиксе тăрать те пуçĕ мачана çапăннипе чĕркуçленсе ларать.
— Эх, — тет Энтри, ĕнсе шăмми лӳчĕркеннĕ пек, пуçне усать.
Çӳлте алăк уçăлса хупăнчĕ те шăнса пăсăлнă ватă арçын сасси илтĕнчĕ:
— Турă ячĕпе çӳретĕп, тăванăм. Пĕр татăк çăкăр памăр-ши?
— Турри пĕрре, ун ячĕпе ыйтакан кахал тĕнче тулли, — терĕ кăмака патĕнче Укахви, вут пуленкине тапса.
— Кахал пулманччĕ халиччен, ырă çыннăм, инкек килсе тухрĕ, — тесе каçса кайсах ӳсĕрсе илчĕ çын. — Икĕ ывăл ача салтакра, карчăкпа иксĕмĕр чирлĕ. Пӳлмере тырă пурччĕ, шăпăрпах шăлса илсе кайрĕç. Пире мар, шăшисем валли те юлмарĕ.
— Камунсем тĕп турĕç апла, камунсем вĕсем тупăк тума та хăма хăвармĕç.
— Ырă çыннăм, ун чухне вулăсра камунсем марччĕ, ĕлĕкхи старшинана та вырăнтан кăларманччĕ.
— Ыйткалакан пулсан та, чĕлхӳ намăссăр иккен. Пăру хӳри пек çапкаланать, камунсĕм енне туртăнать, — терĕ Укахви, çилли чаракне пĕлмен енне турчкапа урайне шăйăрса илчĕ.
— Камунсене мухтаса мар, мĕн пулса иртнине каласа паратăп: кĕркунне, юр ӳкиччен, Хралух комиссар яла килчĕ те пăшалпа юнарĕ, ман киле салтаксемпех пырса кĕчĕ, турăран йăлăннă пек ыйтсан та, салмалăх та çăнăх хăвармарĕ, — терĕ ыйткалакан, хальхинче ун сасси макăрнă пек илтĕнчĕ.
— Пăшалпа юнаканни камун пулнă ĕнтĕ, — хаяр сасăпа çухăрса илчĕ Укахви, — камунсене ырласа çӳретĕн-и эсĕ, йĕпе çăвар? Сана тытмалла та хупмалла!..
— Хупсан тем пекехчĕ. Унта пӳрт те ăшă, хырăм та тутă.
— Эсĕ кĕтсе ан тăр, кай та лар! — терĕ Укахви, алăк патнелле утса пычĕ. — Мĕн кунта ыйтса тăратăн, камунсенчен ил!
— Çĕнĕ пуянăн сăмахĕ йӳçĕ иккен. Санăн çăкăрна иличчен эпĕ хамăн хĕве чул чикетĕп, хăçан та пулсан кирлĕ пулĕ. Асту! — тесе хăрушă сасăпа каласа хучĕ ватă çын, урайне туйипе шаккаса илчĕ те алăка кĕрĕст хупса тухса кайрĕ.
— Çул çинче кукăрăл! — тесе кăшкăрса юлчĕ Укахви.
— Халăха апла ан çилентерĕр. Аннене кала-ха эсĕ, атте, — пуçне çĕклерĕ Энтри. — Ку саманара чухăнсем çанă тавăраççĕ, ыйткалакан хĕвĕнчи чул çамкана çапăнма пултарĕ.
— Эх, ачам, миçе каламан ĕнтĕ. Пĕтĕм ялпа харкашать, — терĕ те Çеркки аллине сулчĕ.
— Çитет сире мăкăртатса ларма унта! — Укахви кăмака умне утса пычĕ. — Тух, Çеркки, апат çи те ĕçе тытăн!
Çеркки тĕпсакайĕнчен тухнă чух чăркăша кĕме яланах сăлтав шыракан Укахви хупкăс хăмине пырса тытмарĕ, пуçпа тĕртсе уçмалла пӳлчĕ, ку вара Çерккие çилентерсе ячĕ, анчах вăл арăмĕпе харкашас темерĕ, пĕр сăмах та чĕнмесĕр çăвăнчĕ, ывăлĕ килнĕ ятпа хур какайĕпе пĕçернĕ шаркку çирĕ те, çухаллă хура кĕрĕк тăхăнса, хăнана кайнă пек тухса кайрĕ. Ывăлне тĕп сакайĕнчи пурнăç тутлах мар иккенне аса илтернĕ пек, çуталса тăракан сывлăшра куçĕ хуралса пычĕ, тутлă апат çинĕ хыççăн та кăмăлĕ пăтранчĕ, юр çине сурнă сурчăкĕ хăрăмлă иккен.
— Тĕпсакайĕнче урине тăсмасан юрĕччĕ, — тесе шухăшласа пынă май вăл Варлам çурчĕ патне пырса çитрĕ, яланхи пек, хăйне çĕнĕ те çĕкленсе пыракан пуян вырăнне хурса, хапхаран мăнкăмăллă кĕмерĕ, хăйне такам сыхланă пек ун-кун пăхкаларĕ.
— Килех, — терĕ сĕтел хушшинче ларакан йӳле пилĕк Варлам. — Ватăлни сисĕне пуçларĕ, Çеркки, нумай çывăратăп, çапах та анаслас килет.
— Ыйхă апатран та тутлă, — терĕ Çеркки, кĕрĕк аркине тавăрса, пукан çине пырса ларчĕ.
— Самани те йывăр, манăн ыйхă та йывăр, — шăл хушшине чакаласа ларакан Варлам Çеркки çине шăтарас пек пăхса илчĕ. — Ĕçчен çынсем ман пек мар, тӳшек çинче тасăлса выртмаççĕ, çерçи пекех ир тăраççĕ те тутă пулаççĕ.
Çак сăмахсем хăйне те тивнине сиссе илчĕ Çеркки, ĕлĕкхи кив пуян вак-тĕвек пуянсене çерçисем пек кăна мул пухкалаççĕ тесе хăртма юратать. Нумай вăхăт пĕтĕм яла хăй аллинче тытса пынă Варлам сывă мар выртнă хыççăн кервен те сарлака хулпуççиллĕ хевтине чылай чакарнă, çӳлти тути чалăшнă, пуçĕ чĕтрекен пулнă, анчах куçĕсем, сунара тухнă йытă куçĕсем пек, чупкалаççĕ кăна.
Çеркки хытă кăмăлне уçмасăр ларакан Варлам умĕнче сăмах пуçлама сăлтав тупаймарĕ, ним çукран çеç каласа хучĕ:
— Аманни чиперех иртсе кайрĕ-ха сан, Варлам. Турра шĕкĕр.
— Хĕрлĕ юр çусан та иртес çук. Пуç шавлать, — терĕ Варлам. Унтан Çеркки çине шăтарас пек пăхса илчĕ. — Мĕн çăмăлпа килнĕччĕ капла ирех?
— Кĕрсе тухас терĕм.
— Ĕçчен çын ахаль килмен-тăр.
— Сана пăшал кирлĕ тенине илтнĕччĕ, — терĕ те Çеркки, тĕп пуян куçĕнчен пăрăнас тесе, пуçне çĕклемерĕ.
— Ман унпа кураксене персе çӳрес-и?
— Ахаль пăшал мар, винтовка. Пĕр хутаç патрон та пур.
— Ăçтан тупрăн? — Варлам сĕтел хушшинчен ерипен утса тухрĕ.
— Пĕр çын килсе пачĕ. Ятне хам та пĕлместĕп. Хаклă ыйтать.
— Мĕн кирлĕ ăна?
— Тырă.
— Миçе кĕрепенкĕ?
— Вун пилĕк пăт.
— Мĕн эсĕ, Çеркки, ăс валеçнĕ чухне килте пулман-и?
— Хуçи çапла ыйтать.
— Эсĕ пĕрре сиксех пуйма ан тăрăш, мулу пырна ларĕ, — терĕ хытă сасăпа Варлам. — Хăçантанпа эсĕ вĕлтĕркке тилле тухса кайрăн?
— Сана кирлĕ пулĕ тесе килтĕм-çке, хам валли пĕр пус та пайта илесшĕн мар, тупата.
— Пилĕк пăт ыраш, — татса каларĕ Варлам. — Урăх манран пĕр мăскал та ан ыйт! Эсĕ пуйса кайни çинчен ялта хыпар çӳрет. Миçе пăт тырру пур?
— Хама çĕнĕ тырăччен çитĕ-ши, çитмĕ-ши, — терĕ те Çеркки аллине ĕнси çине хучĕ.
— Эпĕ сан кĕлете ухтарма пыраканни мар, ун пек çынсем халĕ вулăсра та, ялта та лăк тулли. Кала миçе пăт?
— Алла яхăн.
— Эх, Çеркки, Çеркки! — терĕ Варлам, хулпуççисене чĕтретсе. — Пуйма ĕлкĕреймен, суйма вĕреннĕ.
— Апла, пилĕк пăт ыраш, — терĕ те Çеркки, хăвăртрах тухса шăвăнма васкарĕ.
— Туюна илме Малля пырĕ, — тесе Варлам тĕпелти хыçлă пукан çине кайса сĕвенчĕ.
— Каçалапа пытăр. Халлĕхе сывă пулса тăр, — терĕ те Çеркки тухса кайрĕ, хăй Варлампа туслă тени тĕрĕсех маррине пĕтĕмпех сиссе илчĕ.
— Самана пăтранса кайман пулсан, эпĕ Çеркки пек çĕнĕ пуянсене лапчăтма пĕлĕттĕм. Эх! — тесе çилĕллĕ шухăша кайса ларчĕ Варлам лăпкă пӳлĕмре. Çерккипе калаçса кăмăлне тулаштарнă хыççăн мăйĕ йăрт-ярт туртса ыратнине сисрĕ, тăчĕ те армути ярса тытнă эрех кĕленчине сĕтел çине лартрĕ. Люшша хуларан илсе килнĕ хăватлă эрех суран ыратнине сирсе яраканччĕ, тăвăлса çитнĕ кăмăла та уçаканччĕ — вăл пĕр курка тултарса ĕçсе ячĕ, вара хырăмран пуçланнă вĕри пĕтĕм ӳт-тирĕ тăрăх сарăлчĕ, пуç шавлани иртсе кайрĕ, ал-ури вăйлă пек туйăнчĕ.
Варлам малти кĕтессе, ылтăнпа та кĕмĕлпе тĕрленĕ турăшсем умне, пырса тăчĕ.
— Мĕн туса ларатăр эсир, туррăмсем! Йĕри-тавра самана кĕрлесе тăрать, çын çынна перет, патша ӳпне-питне кайнăранпа пĕр çулталăк çитет. Эсир хăнк та тумастăр.
Варлам хĕрĕнкĕ чухне турăсемпе нумай калаçасшăнччĕ, никама та шанса калăма юраман шухăшĕсемпе ĕмĕчĕсене пĕлтерес тенĕччĕ, анчах Люшша килсе кĕчĕ.
— Эсĕ мĕн ял касса çӳретĕн? — терĕ те, тарлă ӳтне çыпçăнакан кĕпине кăкăр тĕлĕнче силлесе, пукан çине кайса ларчĕ Варлам.
— Çĕр чавса халтан кайрăм ĕнтĕ, чĕркуççисем чĕтрекен пулчĕç. Пăртакçă канам-ха. Хуларан та шалт ывăнса килтĕм.
— Кая юлмăпăр-и?
— Юлма та пулĕ, атте. Темле чавас?
— Натюка чĕн.
— Паянах-и?
— Халех!
Люшша ашшĕ сăмахĕсем мĕне тăнине питĕ лайăх пĕлет, хирĕç сăмах чĕнсен, пĕтĕм кил-çурт кисренсе тăмалла тăвăл пуçланать, йывăр аллине мĕн кăна лекет — пукан-и е вут пуленки — пурте чун кĕнĕ пек вĕçет.
...Тиххан тăкăрлăк хĕрринчи лутра пӳрчĕ, ытти пӳртсенчен вăтаннă пек, çурри таранах кĕрт айне пулнă. Тăрринчи чи кивĕ улăмĕ те, ватă карчăкăн сайралнă çӳçĕ пек, çил çинче арпашăнса кайнă. Йĕри-тавра хуралтă таврашĕ çук, виç-тăватă вĕрлĕкрен тунă хапха умĕнчи юра тасатман, ăна уçма çук, çавăнпа Люшша урлă каçса кĕчĕ. Тин кăна килкартине кăларса тăкнă çӳп-çап çинче çерçисем сиккелеççĕ. Алăка уçсанах, тăпра урайпа çĕрĕк пĕрене шăрши тапса тухрĕ, Люшшан алчăранă куçĕсем хуралса килчĕç, пӳртре нимĕн те курăнмарĕ, Тихха арăмĕн сасси кăна илтĕнчĕ:
— Килях, Люшша!
— Килмеллех пулчĕ, — терĕ Люшша.
Пĕр самантрах куç умĕнчи хура-хара сирĕлсе кайрĕ.. Урам енчи тĕнĕ пек пĕчĕк тăваткал чӳречен пĕр ванчăк куçне çĕтĕк-çатăк персе чикнĕ, тепĕр куçĕнчен кĕрекен хĕвел çутинче хăрăмлă мачча ахах-мерчен пĕрчисем çапса тултарнă пек ялкăшать, мачча кашти хĕррине хĕвел ăшшинче хĕртĕнме ларса тухнă таракансем ыраш улăмĕн пайăрки пекех туйăнаççĕ, пур япала та хуралса кайнă сывлăшра вĕсем хăйсен тĕсне çухатман. Арча пек кăмакине йывăç никĕс çине лартнă. Ун пек кăмакана кирпĕчрен мар, тăмран çапса тăваççĕ, шала та тытăнса тăмалăх кăна ванчăк кирпĕч татăкĕсем хураççĕ, мăрйи тӳрех мачча шăтăкĕнчен тухса каять, унăн витĕр пĕлĕт курăнать. Алăк патĕнче йывăç, каска çинче Тихха пушăт шăйăрса ларать, пĕтĕм кĕлеткипе шĕшлĕ çине ӳпĕнсе эхлетет; Натюк тĕпелти сак çинче кĕнчеле арлать.
— Натюк, пирĕн килте ĕç пур, — терĕ Люшша, тĕпелелле иртмесĕрех, — атте çĕрĕн-кунĕн ĕç хушать.
— Кай, ара, кай, — терĕ Тихха, хăй йĕс хупкăçлă чĕлĕмне паккаса илчĕ те пир кĕрри пек кĕрекен çутă пайăрки çине тĕтĕм кăларчĕ, тĕтĕмĕ сӳтĕлсе кайнă çипсем пек кăвак та симĕс тĕслĕ курăнса явăнчĕ.
Пӳртрен тухсанах, Люшша Натюка хулпуççинчен чĕпĕтрĕ, сăмсине çыхнă шур пир çийĕн чупкаласа тăракан алхас куçĕпе пăхса илчĕ.
— Эсĕ мана юхха терĕн-им? — тесе Натюк васкаса утрĕ, хапха урлă йăпăртах каçса кайрĕ, Варлам çурчĕ умне çитичченех Люшшаран чылай малта пычĕ.
Вĕсем иккĕш пахча çумĕнчи кайри пӳрте кĕчĕç. Ку пӳртре çулла çын туллиех пулать — унта вăхăтлăха тарçа кĕрĕшнĕ çынсем выртса тăраççĕ, çавăнтах апат пĕçерме пысăк хуран пур, кĕтесре кашăк пĕрни çакăнса тăрать. Кĕркунне, чи кайран пулса çитекен сĕлле вырса кĕнĕ хыççăн, Варлам ытлашши çăвар тытмасть, çавăнпа пӳрте хутман, пĕренесене пас тытнă, чӳрече хушăкĕсенчен кĕнĕ юр çинче шăши йĕрĕсем пур.
— Урайне кăмака патĕнчен сӳтме пуçлатпăр, — тесе Люшша çĕнĕ пальтине алăк патĕнчи йывăç пăтаран çакрĕ; хура пиншакĕ те, хыçалтан сăран тыттарнă шăлаварĕ те вĕр-çĕнĕ, вĕсене пурне те хуларан илсе килнĕ. Вăл икĕ хăма хушăкне пуртине лартрĕ, пĕр хăмине хайăрса кăларчĕ. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, урай вырăнĕнче тĕп-сакай уçăлса выртрĕ, путмар сакки айĕнче пĕр хулăн пĕрене кăна тăрса юлчĕ.
— Ĕшентĕм эпĕ. Кил-ха кунта, иккĕн выляса илер! — терĕ Люшша, хăй путмар сакки çине йывăррăн пырса ларчĕ, халех сиксе ӳкес пек, Натюк çине пăхса илчĕ, икĕ аллине ун патнелле тăсрĕ.
Тĕпелте кĕреçе çине тайăнса тăракан Натюк тĕпсакай урлă хăвăрт сиксе каçрĕ, алăк патнелле вирхĕнчĕ, анчах Люшша ăна сăхман аркинчен ярса тытрĕ те алăк пуканĕ çинчен туртса антарчĕ, Натюк çурăмĕ çине кайса ӳкрĕ, куçĕсенчен вут тухрĕ. Çав самантрах Люшша унăн икĕ аллине хул сыппине сиктерес пек хайăрчĕ, хашăлтатса сывларĕ, пыр тĕпĕпе хыттăн мар каларĕ:
— Пурпĕрех качча каймастăн. Хăвна тăварласа хуратăн-и?
— Караул çухăратăп, кай! — терĕ Натюк, Люшшана тĕртсе яма тăчĕ, анчах çĕр çумне пăталанă пек урисене хускатаймарĕ.
— Ан çухăр. Эпĕ сана хура пуставран халат çĕлетсе парăп, — терĕ Люшша тытăнчăк сасăпа.
— Кирлĕ мар мана халат, — терĕ Натюк.
Натюк кăшкăрма ĕлкĕреймерĕ, Люшша унăн пуçĕнчи тутăрне сӳсе илчĕ те çăварне персе чикрĕ. Натюк урса кайнă Люшшан пичĕ çинчи пире сӳсе антарчĕ, вара сăмса вырăнне тăрса юлнă икĕ хура шăтăк Натюка куççуль витĕр хăрушшăн курăнса кайрĕ, сехрине хăпартрĕ.
6
Хăвалăх ялĕ витĕр Изотов пĕрре кăна çӳремен. Урамсене касса иртекен çырма айккисенче авалхи лапсăркка йăмрасем шăрăх кунта та сулхăн параканччĕ, вĕсем çинче утă валемĕ пек пысăк йăвасем пурччĕ, хура курак ушкăнĕ кĕр енне, хирсенче эрешмен карти вĕлтĕр-вĕлтĕр вĕçнĕ чух, çумăр пĕлĕчĕ пек хăпаратчĕ те тӳпере кĕвĕ каланă пек туйăнатчĕ. Халĕ çырма-çатра таврашĕнче юрпа витĕнсе çитеймен тăлăх тункатасем кăна лараççĕ.
Хăвалăх, Хусанпа Шупашкар хушшинчи аслă çул çинче ларсан та, хăйĕн çурчĕ-йĕрĕпе те, пуянлăхĕпе те ытти ялсем хушшинче палăрса тăмасть. Икĕ-виçĕ çурт, пĕр лавкка тăррине кăна тимĕр витнĕ, çырма тăрăх пытанса ларакан ытти çуртсем çинче кивĕ улăм, çĕрĕ — хĕрлĕ тăм, аслă çул хĕрринче кăна хура тăпраллă ансăр лапам пур.
Хытă çĕр çинче пархатар курайман хресченсем пилĕк-ултă çухрăмри чугун çул çинче юр чаваççĕ, Хусан е Шупашкар енче епле те пулин ĕç тупаççĕ. Çулла вĕсене Атăл тăрантарать: пĕрисем пристаньсенче тиевсем çĕклесе эхлетеççĕ, теприсем пăр лариччен пăрахут çинче вак-тĕвек ĕçре çӳреççĕ те, хырăм тăраниччен апат çимесĕр перекетленĕ укçине йĕм çăртине çĕлесе, киле таврăнаççĕ. Самана, ĕлĕкхи тĕнче хирĕсене революци сухапуçĕпе урăхла май сухаласа, тĕрлĕ хуçасемпе улпутсене касă айне пăрахма тытăнсан, Хăвалăх хресченĕсем аякка тухса çӳреме пăрахрĕç, ялта вăй питти арçынсем те курăнсах каймаççĕ, çамрăксем граждан вăрçи хирĕсенче пăшалпа тупă кĕрлевĕнче çӳреççĕ.
Халăх ĕнтĕ хуласенче, пристаньсемпе станцисенче тилĕ хӳри пек телей хыççăн хăваласа мар, килĕнче епле те пулин çăкăр чĕлли пултăр тесе тăрăшать, çырмари чăваш ялĕнче халĕ ăнлансах илме çук ыйтусене лайăх тавçăрма хăнăхнă.
Кама тилĕ тăлăпĕ,
Кама алăк хăлăпĕ... —
тенине часах ăнланса илме пултарнă.
Кун пек вăхăтра айккине пăрăнса юлма, алла усса тăма хĕн, е хăйма пек тăракан пуянсем патне каймалла, е çаврăнса тăракан авăра чăммалла. Кам та пулин пуян патне çӳренине курсан, тертленсе çитнĕ, вăрçăра тăванĕсене çухатнă, йывăр пурнăçра кулма та маннă çынсем ун çине хаяррăн пăхса илеççĕ:
— Э! — теççĕ те çĕр тĕпне анса каймалла сăмах хушса хураççĕ.
Хăвалăх пуянĕсем пӳлме тулли тырă тытма, анкарти тулли капан лартма çунаканскерсем мар, вĕсем, суту-илӳ серепине лектерсе, таврари ялсене вĕри çатма çинче ташлатма ăста, хĕлле кивçен тавар та параççĕ, кайран вара, çутă çуналлă çăварни иртсе кайсан, вĕсен тарçисем килтен киле çӳреççĕ, чăвашсене чăхсем камшăн кăтăклани çинчен аса илтереççĕ.
Хăвалăхри хуçасем хăйсен ялĕнче катмар çуртсем лартмаççĕ, хуласенче те станцисенче çăмарта склачĕсем тытаççĕ, анчах килсе çӳреме вĕсен кунта та хăйсен çурчĕсем, ĕмĕрлĕхе ярса илнĕ çемçе анисем пур. Хуласемпе станцисене революци хумĕ пырса çапсан, хуçасем, хӳтĕ вырăн шыраса, хăйсен ялне тарса килчĕç.
Изотовпа Халапсин врач пĕр çуна çине ларса килчĕç, лавне никам патне те тăратма пĕлмерĕç, ĕлĕк эрех лавкки пулнă çуртри ял Советĕнче чарăнчĕç. Шалти пӳлĕме икке пӳлсе тăракан тăрăхла вăрăм сĕтеле илсе пăрахман, пĕр хĕрлĕ кĕпеллĕ хресчен эрех кĕленчине тытса тăнине кăтартакан ӳкерчĕк те çакăнса тăрать, пĕри ун айне: «Ан ĕç!» — тесе шурă пурăпа çырса хунă. Вулăсри çынсем килсе кĕрсенех, алăк патĕнчи сак çинче ларакан пилĕк-ултă çын тухса кайрĕç, пуç тавра чечеклĕ кивĕ тутăр çыхнă çын сĕтел хушшинче ларса юлчĕ.
Вăл çăмăллăн сиксе тăчĕ те урай варрине тухрĕ:
— Аван-и, Изотов юлташ! — терĕ тахçанах такампа калаçма хатĕрленнĕ пек хаваслă сасăпа, хăй Изотова икĕ аллинчен тытса силлерĕ, Халапсин çине пăхса илчĕ.
— Эсĕ мĕн ман çине куç айĕн пăхатăн? — терĕ Халапсин, тăлăпне йӳле ярса. — Сутăçă та, шуйттан та мар, хамăр çын, тухтăр! — терĕ вăл, палламан çын Изотовран аллине илессе кĕтмерĕ, хăйĕн аллине ун хулпуççи çине хучĕ.
— Мана ялта Уланкă Кевришки теççĕ. Хушаматăм та çавăнпа Улангин, — терĕ леш çын, кăвакарнă пичĕ çинче унăн хĕсĕк куçĕсем кăмăллăн çуталса илчĕç.
— Кам сан пит-куçна хитрелетсе ячĕ капла? — ыйтрĕ Изотов.
— Пирĕн ялта ун пек художниксем пур, — терĕ Улангин, куçĕ çинчен тутăрне сирсе. — Ялĕ пĕчĕк пулсан та, кунта, Изотов юлташ, самана кустăрми хĕрсех кусать.
— Эпĕ халлĕхе ялта пĕччен коммунист, анчах манăн шанчăклă çынсем пур. Эпир кунта пуху ирттертĕмĕр, пуянсене хĕскĕч хушшине хĕстертĕмĕр, пĕрин вăрттăн шăтăкне тупса, тыррине шăкăрт шăлса илтĕмĕр, мăкаçей кĕлетне хутăмăр, салтак арăмĕсем те, вăрçăран уксах-чăлах килнисем те пур — вĕсене те пăртакçă тырă патăмăр. Унтанпа нумаях та вăхăт иртмерĕ, виçĕмкун салтакра пулнă туссемпе çурçĕрчченех калаçса ларнă хыççăн киле таврăнаттăм. Кĕпер айĕнчен иккĕн сиксе тухрĕç. Пĕри çапма аллине çĕклесен, эпĕ ун çине салтакла сиксе ӳкме тăтăм, анчах ĕлкĕреймерĕм, хама пырса тиврĕ, эпĕ пĕр тунката çине хытă пырса çапăнтăм, малалла тем курмаллаччĕ, юрать хыçран килекен çынсем пулчĕç.
— Камсем тапăнни паллă мар-и? — ыйтрĕ Изотов.
— Палласа юлма пулмарĕ çав, çĕр çăтнă пекех çухалчĕç. Салтакран тарса килнисем те пур, таçта çапкаланса çӳреççĕ, çăмарта хуçисем те яла таврăннă. Шăл хăйракансем нумай, — терĕ Улангин, çĕтĕле пуçланă кивĕ гимнастерка кĕсйинчен сарă хут татăкĕ кăларчĕ те Изотова тыттарчĕ. — Акă ĕнер каç манăн хапха хушшине хĕстерсе хăварнă...
— Чăвашла çырнă, вула-ха, Изосим Онисимович, — терĕ Изотов, хут татăкне Халапсина парса.
— Эсĕ ху валли халех шăтăк чавса хур — ерипен вулама тытăнчĕ Халапсин, — тупăк та хатĕрле, мунча кĕрсе тасал. Эпир сана шаккаса пăрахăпăр, пыршусене кăларса илĕпĕр те çав пыршăсемпе ытти коммунистсене пăвса пăрахăпăр.
Малалла ытла намăс сăмахсем каяççĕ, вĕçĕнче: «Вилме хатĕрлен!» — тесе шултра саспаллисемпе çырнă, пысăк тупăк ӳкернĕ.
— Атьăр-ха, кĕлете кĕрсе пăхар, — терĕ Улангин. — Хапха умне вилнĕ чăх çакса хăварнă, вулăсрисене кăтартас тесе, юри пытарса хутăм.
Вăл кил картинчи кĕлетĕн пашалу пек пысăк çăрине шăкăртаттарчĕ те тимĕр алăка уçса ячĕ.
— Акă епле хăтланаççĕ тăшмансем, — терĕ Улангин, мăйĕнчен пăявпа кăкарса, каштаран çыхса хунă усăнчăк çунатлă чăпар чăх çине кăтартса.
Изотовпа Халапсин, нимĕн чĕнмесĕр, шалт тĕлĕнсе-и пăхса тăчĕç. Тахçанах вилнĕ, йытă çăварĕнче те пулнă. çăхан умĕнче те выртнă чăх уринчен хут татăкĕ çакса янă, унта кукăр-макăр саспаллисемпе çапла çырнă: «Манăн камунсем валли çăмарта тăвас килмест, çавăнпа çакăнса вилетĕп».
— Хăратасшăн, — терĕ Улангин, кĕлет алăкĕ çине çăра çакнă май. — Хăраканни эпир мар, йĕксĕксене хытăрах хĕстермелле.
— Сирĕн яла чăнах та кашкăрсем нумай тапăнаççĕ-и? — ыйтрĕ Изотов пӳлĕме кĕрсен.
— Мĕнле кашкăрсем? Тĕрлĕ кашкăр пур. — Улангин вулăсран килнĕ çынна вăлтса каланă пек ăнланчĕ.
— Тукмак хӳресем.
— Пĕрре, кĕркунне, çил арманĕ патĕнче пĕр пăрăва пăвса пăрахнăччĕ, унтанпа нимле сас-хура та çук.
— Эпĕ вулăсра кашкăрсем ĕрчесе кайни çинчен темле сăмах та илтрĕм ĕнтĕ; сирĕн яла нумаях пулмасть виçĕ кашкăр тăр-кăнтăрла пырса кĕнĕ текен юмах та пур.
— Юмах çав, юмах, Изотов юлташ, — Улангин сасси халĕ кăмăлĕ хуçăлнă пек тухрĕ. — Мана кĕпер çинче икĕ кашкăр тапăнни çинчен каларăм-çке.
— Эсĕ ан çилен мана. Юптарса мар, чăннипе калатăп, — Изотов Улангина аллинчен тытсах хăйпе пĕрле сак çине лартрĕ. — Сунарçăсен ушкăнне тăвасшăн, пăшал ыйтаççĕ...
— Камсем?
— Такам та пырать.
— Парăр, вĕсем вара пире кӳсекпе çапмĕç, пĕр-пĕр кĕтесрен пăшалпа персе ӳкерĕç. Ан кӳрен те-ха, Изотов юлташ, эсир, вулăсрисем, ман пек çынсем çинчен манарах каятăр. Çурхи пăр çинчи пек çӳретпĕр, халех пăр хускалса каяс пек, пире çăтса ярас пек...
— Ялти коммунистсене пăшал кирлех, — терĕ, витере çакăнса тăракан вилĕ чăх пирки шухăшласа, халиччен те пĕр чĕнмесĕр ларнă Халапсин.
— Эсир шухăшласа пăхăр-ха, — Улангин сак çинчен сиксе тăчĕ. — Пирĕн ял халĕ сĕм вăрман пекех, унта темле тискер кайăк та пытаннă. Çурçĕр вăхăтĕнче пĕр-пĕр хĕсĕк тăкăрлăка пĕччен кĕме шикленетĕп. Эпĕ хăравçă мар. Манăн кулак кулли пулас килмест. Эх, пурнăç!
— Пит ан хăрат, — терĕ Изотов, — апла сана йăмра тункати те çĕрле тăшман пек курăнса кайĕ.
Тунката-и, кулак-и курăнĕ, — çиллес татса хучĕ Улангин. — Тăшмансене çăварлăхламасан, малалла начар пулĕ. Чавса çывăх та, çыртма çук, Изотов юлташ! Ĕнер ман пата Хĕр-Ваçка килсе кайрĕ те шалтах тĕлĕнтерчĕ. Вĕсен ялĕнче Варлам патша чухнехи пек ирĕк пурăнать, тет, ялти выçă çынсен кăмăлне вĕчĕлтеттерме хĕл варринче чӳречине уçса ярать, тет, граммофон кăларса лартать, тет.
— Эсĕ Ваçкана лайăх пĕлетĕн-им? — ыйтрĕ Изотов, уяр хирте сасартăк çĕкленнĕ çавраçил пек шухăша кайни ăна пурне те тĕплĕн итлесе пыма та чарчĕ.
— Пĕлмесĕр. Ваçка аппăшĕ манăн арăм.
— Э, — терĕ Изотов, урăх нимĕн те калама пĕлмерĕ. Тимĕрçĕ лаççинчен тухса, пăтранса тăракан вулăса тытса пырасси алла икĕ пăтлă туптавçă тытни мар, питех те йывăр иккен.
— Ялта хăрушă иккенне пысăк çынсем мар, ача-пăча та ăнланать, — тарăхса каларĕ Улангин. — Эпĕ ирхине тухса кайнă чух манăн ачасем пурте шăкăр сиксе тăраççĕ: «Атте, çĕрле çӳреме патак ил!», — теççĕ. Эпĕ кулаксене патакпа хирĕç тăрам-и? Эсĕ, Изотов юлташ, час-час килсе çӳре, пулăш! Таркăн салтаксене те тытмалла, кулаксем пытарнă тырра та тупмалла! Çитменнине вĕри чир килсе кĕчĕ.
— Тиф? — Хăйне тем пĕçертнĕ пек сиксе тăчĕ Халапсин.
— Çавă. Чӳккассинче халĕ пĕр килте ашшĕпе икĕ ачи ăнсăр выртаççĕ. Ĕнер кĕрсе куртăм, — Улангин шыçса кайнă хĕсĕк куçĕпе Халапсин çине тилмĕрнĕ пек пăхса илчĕ. — Хапхи çине тикĕтпех: «Ан кĕрĕр» тесе çырса хăвартăм, юпи çине çĕтĕк çăпата çакрăм. Выçăхса вилес патне çитнĕ çемйине хамах мăкаçей кĕлетĕнчен пĕр пăт ыраш леçсе патăм.
— Эсĕ мана çурт тĕлне кăтарт. Халех каяр! — Халапсин тăлăпне хыврĕ. — Кунта çакса хăварма юрать-и?
— Юрать. Кантура питĕрсе хăварăпăр.
Вĕсем виççĕш те урама тухрĕç. Хĕллехи кун кĕске, вулăсран килнĕренпе нумай та вăхăт иртмерĕ, хĕвел анса ларасси йывăç çӳллĕш кăна юлнă, йăмăх хĕрлĕ пайăркасем юр пĕрчисем çинче сиксе выляççĕ.
— Сана, Дмитрий Изотович, манпа çапкаланса çӳреме кирлĕ мар, Эпĕ Улангинпа пĕрле кайăп, — терĕ Халапсин, хура пальто çине тăлăпран çакланнă шурă çăм пĕрчисене илсе. — Эпĕ чирлисен килне хамах тупма пултарăп, хапха юпи çине çакнă çăпата çине кăна пăхса пырăп. Улангин мана Чӳккассине кăтартса ярĕ.
— Эсĕ питĕ ăслă-çке, Улангин, — терĕ килнĕренпе чи малтан пăртакçă куланçи пулса Изотов. — Хапха юпи çине çĕрĕк çăпата çакни мăшкăлланă пек пулать тенĕччĕ эпĕ.
— Пурте шалт тĕлĕнсе пăхчăр, — терĕ Улангин; салтак шинелĕ ăна яштака та çамрăк çын пек кăтартать. — Тикĕтпе çырнине вулатăр, сехри хăпса тăтăр, — терĕ те вăл, Халапсин çумне пырса, шĕвĕр пӳрнипе кăтартрĕ: — Ав, лере, кĕпер урлă каçсан, сулахай енче кĕтесре икĕ хутлă кĕлет пур. Куратăн-и?
— Куратăп.
— Унта пырса çит те сылтăм еннелле кай, лавкка умĕнчен ирт. Çырма урлă каçсанах Чӳккасси пуçланать. Пысăк касă мар, унта пĕтĕмпе те çирĕм икĕ кил.
— Миçе кил таранчченех пĕлсе тăратăн-çке, — хăйĕн йывăр шухăшне сирес тесе, хальхинче йăл-йăл кулсах каларĕ Изотов.
Унта кам пурăннине те пĕлсе тăратăп. Чи пуянни те пуçтаххи çăмарта хуçи пулнă Упамсар Трапхинĕ, ĕлĕкрех таçта Абдулино стандинче склачĕ те пурччĕ, халĕ вăл кĕпе-йĕм пĕветмелли сарсем сутса çӳрет, ывăлĕ салтакран тарса килнĕ, çакă таврарах пытанса пурăнать. — Улангин пĕр пӳрни хыççăн теприне хуçса хучĕ. — Ман шутпа, кунта ултă вăтам хресчен, ыттисен килкартинче çил çӳрет, пӳлмисенчен шăшисем те Упамсар Трапхинĕ патне куçса кайнă. Чи чухăнни Хапха тăрринчи балкон Шăхрим, çаплах вăрăм ятпа чĕнеççĕ, мĕншĕн тесен çамрăк чухне питĕ вĕçкĕн пулнă, шухăшласа ларма хапха çинче балкон тума ĕмĕтленнĕ. Икĕ ывăлĕ те нимĕç вăрçинче вилнĕ, кинĕсем ачи-мĕнĕпех тухса кайнă, халĕ Шăхрим мучи пĕр-пĕччен пурăнать, ыйткаласа çӳрет, пӳртне хутма вутă çук, кăмакара çывăрать. Ăна та, икĕ салтак ашшĕне, мăкаçей кĕлетĕнчен тырă памалла пулчĕ.
— Эсĕ, Дмитрий Изотович, паян мана кĕтсе ан тăр. Пĕчченех юрттар, — Халапсин çил арманĕ çунатне кăнтса ларакан сăрт еннелле утрĕ.
Изосим Онисимович Халапсин, халăхшăн ялан тăрăшакан, ырă та паттăр кăмăллă вырăс çынни, интеллигент кил-йышĕнче çуралса ӳснĕ. Унăн ашшĕ, Чикме таврашĕнчи пĕчĕк лавкка хуçи ачи, Хусан университечĕн юридически факультетĕнчен питĕ лайăх вĕренсе тухнă; вăл пысăк пайта та ят паракан вырăншăн хыпăнса ӳкмен, хăй мĕн ачаран пĕлсе тăракан чăваш халăхĕ хушшине тухса кайнă, суд следователĕ пулса ĕçленĕ, мĕншĕн тесен унта вăл хăйне питĕ кирлĕ çын тесе шутланă. Суд чиновникĕсемпе тиексем, пуршăн-çукшăн суд серепине лектерсе, чухăнсен çуртне-йĕрне те, юлашки выльăх чунне те суттарнă. Чăвашсем турăран аплах хăраман, ăна юсман та нухрат парса йăпаткаланă, чиновниксемпе тиексене вара турăран çӳле хунă, вĕсем халăх сехрине хăпартакансем пулнă. Халапсин ашшĕ халăха çаратакан мурсемпе хаяр кĕрешнĕ, унăн йывăр ĕçĕ хăш чухне ăнăçлах та пулман, анчах халăх тĕрĕс тӳрене юратнă, унăн вулăсри çуртĕнче хӳтлĕх шыраса килнĕ çынсем яланах нумай пулнă. Час-часах вăл эрни-эрнипе халăх хушшинче пурăннă, чăваш уявĕсене ним тиркемесĕр çӳренĕ, юрăсемпе такмаксене, юмах-халлапсене, ваттисем ĕлĕкхине аса илсе каласа панисене итленĕ, вĕсене тĕплĕн çырса пынă, килне таврăнсан, суд кантурĕнчи тĕркĕшӳре ывăннине пăхмасăр, каçсерен сĕтел хушшинче ĕçлесе ларнă, вăл чăваш халăхĕ çинчен статьясем çырнă, кĕнекесем кăларнă.
Ашшĕ чăваш халăхне юратни пĕтĕм килĕнчи йăли пулса тăнă. Хутран-ситрен килкартине сĕм суккăрсем туяпа хыпала-хыпала пырса кĕнĕ. Ашшĕ вĕсемпе юнашар ларса калаçнă, ывăлне:
— Ан йĕрĕн, — тенĕ.
Ашшĕн чи юратнă поэчĕ Некрасов пулнă, унăн мĕскĕннисемпе асаприсем патне кайма чĕнекен сăввисене вăл пăхмасăр калама та, килĕнче вуласа пама та юратнă. Гимназирен тухнă хыççăн Изосим Онисимович малалла мĕнле çулпа каяс пирки ашшĕпе нумайччен канашласа ларнă.
— Халăха кам кирлĕ? — тесе ыйтнă ашшĕ.
— Врач, — татăклăн каланă ывăлĕ.
Изосим Онисимович, ашшĕ пекех, Хусан университетне пырса кĕнĕ, медицина факультетĕнче вĕреннĕ. Çавăнта вĕреннĕ чух вĕсем пĕрре ăсран тухнисене пăхакан клиникăна кайнă, профессор студентсене палатăран палатăна илсе çӳренĕ, хăйне патша е генерал вырăнне шутлакан чирлĕ мĕскĕнсемпе калаçнă. Пĕр палатăра типсе кайнă ватă чăваш ларнă, аллине пĕр вĕçĕмсĕр пуçĕ тавра çавăрнă.
— Шăна нумай! — тенĕ ватă çын, сӳннĕ пек тĕссĕр куçне вылятса, йĕри-тавра пĕр шăна вĕçмест пулин те.
Изосим Онисимович чăваш каланине профессора вырăсла куçарса панă чухне пĕр студент, хăйне çивĕч чĕлхеллĕ çын вырăнне хурса:
— Чăвашăн ăсран тухма ăсĕ пур-и вара? — тесе ыйтнă та ытти студентсемпе пĕрле ихĕрсе илнĕ.
Изосим Онисимович шăлйĕрен студент умне шăнарайми çилĕпе пырса тăнă:
— Мĕн терĕн? — тесе кашкăрнă та çак каппайчăка пĕтĕм вăйĕпе çутăлтарса янă.
Изосим Онисимович нихçан та хăй ашшĕне урлă пулса курман, унăн сăмахĕнчен тухман, вăл мĕн каланине асран яман, ăс çивĕчлĕхĕпе вăй-хал тĕрекĕ илес енчен те ашшĕ вĕрентнине çирĕп тытса пынă. Ялан Атăл хĕрринче пурăнса, сулмаклă ишме юратнă вăл, çавăнпа та унăн йывăр та тĕреклĕ алли хăпарса тăракан кăпăш пите тараса пуканĕ пек пырса тивнĕ, студент стена çумне сирпĕнсе кайнă.
— Псих! — тесе кăшкăрса янă студент тусĕсем Халапсина.
— Псих пулсан та, тĕрĕс, — тенĕ кĕтмен çĕртен ватă профессор, кăвакарнă çăра куçхаршисене антарса. — Эпĕ сире халăх çине çапла пăхма вĕрентетĕп-и?..
Изосим Онисимович, врач ятне илсен, чăваш ялне кайнă. Çĕнĕ больница ял хĕрринче пулнă, йĕри-тавра вĕтĕнсе кайнă çерем выртнă. Епле те пулсан илем кĕртес тесе, çунатлă ĕмĕтпе килнĕ çамрăк врач кирпĕч çурт тавра хăмаран хӳме тыттарнă, малтанхи çуркунне йывăçсем лартма ĕлкĕреймен, икĕ теçеттин ытла мăкăнь акнă. Вулăса темле çамрăк камит килнĕ текен хыпар таçта та сарăлнă, анчах кулăш кустăрмине кустаракан сас-хыпар нумая пыман — пĕр-икĕ çын йывăр чиртен сывалнине ялтсенех, Изосим Онисимович патне халăх хăпса пыра пуçланă; чечеке ларнă мăкăнь ани, йĕри-тавра асамат кĕперĕ ӳкнĕ пек, хĕрлĕ те кĕрен, сарă та шурă тĕссемпе çиçсе выртнă, йывăр чирлĕ çынсем те, аран-аран чӳрече патне пырса, савăнса пăхса ларнă.
Изосим Онисимович, çирĕм çул хушши ĕçлесе, хăй валли çурт та лартайман, укçи час-часах больница тертне кĕрсе пынă, анчах вăл иртнĕ çулсемшĕн ӳкĕнмен, чирлĕ çынсен кăмăлне епле те пулин пусарма, вĕсем умне хĕпĕртӳ тĕнчи илсе килме вăл халĕ те, типĕ çереме уçса, мăкăнь акма хатĕр пулнă.
Авăн çапнă чух анкартине акăш-макăш вăйлă çил пырса кĕрет, сарăмри кĕлтесене пăлтăр-палтăр çавăрса вăркăтать, çара йĕтем варрине вара юпа кăна тăрса юлать. Халапсин Хăвалăх ялне пырса кĕнĕ чух, çуна хыçне тайăнса ларса, нумай япала çинчен шухăшланăччĕ, анчах Улангин каласа панă хыпар пуçра йĕтем çинчи çил пек вĕрсе иртрĕ, ним те хăвармарĕ, тиф шухăшĕ кăна юпа пек тăрса юлчĕ. Изосим Онисимович, çырма урлă каçса сăрта хăпарсанах, тăрăсăр хапха юпи çинче çăпата çакăнса тăнине, тӳрĕ вĕçсе килекен икĕ чакак çак тĕлтен сасартăк айккинелле пăрăнса вĕçнине курчĕ.
Изотовпа Улангин, Халапсинран уйрăлсан, ерипен калаçса пычĕç. Тăкăрлăкра йытă вĕрнине илтсен; Улангин çул хĕррине пăрăнса тăчĕ те:
— Çул пар! Халĕ камит килет, — терĕ.
Чăнах та, вăрăм çара çуна кӳлсе янă икĕ йытă, хӳрисене тăратса, пĕр-пĕрин енне пуç тытса, вĕрсе тухрĕç; вĕсен хыçĕнчен сăхманне алшăллипе туртса çыхнă, икĕ хăлхаллă çĕлĕк тăхăннă çич-сакăр çулхи ача чупса пырать, хăй шĕвик те шĕвик шăхăра-шăхăра илет.
— Ăçталла, Арçук? — терĕ Улангин.
— Вăрмана! — мăнкăмăллăн каласа хучĕ ача, кăшт чарăнса утса, Изотов енне çаврăнса пăхрĕ те чупрĕ, çăпатисен айĕнчен юр пĕрхĕнсе тухни çеç курăнса юлчĕ.
— Мĕнле ача ку, харсăрскер? — ыйтрĕ Изотов.
— Кам пултăр... Салтак ачи, — терĕ Улангин ачана мухтакан хаваслă сасăпа. — Ашшĕ нимĕç вăрçи тухсанах кайнă, халĕ те çапăçать.
— Çапăçать, тетĕн...
— Пирĕн май çапăçать, — Изотова пӳлсе каласа хучĕ Улангин. — Çак пĕчĕкçĕ ача шăллĕпе аслашшĕне тăрантарса пурăнать, ларма та, тăма та пĕлмест — ялан ĕçре. Халĕ вăл вăрмана çапă пуçтарма кайрĕ ĕнтĕ.
Вĕсем чиркӳ каçăрăлса ларакан лапама килсе тухрĕç. Ĕлĕк пасар пулнă вырăна кĕрт хĕвсе кайнă, анчах лапам айккинерех ларакан икĕ хутлă кĕлет умĕ тап-такăр.
— Мăкаçей кĕлечĕ, — терĕ Улангин, ун умне пырса тăрса.
Çав самантрах чиркӳ пахчи çумĕнчен иртекен сарлака сукмак çинче юр кăчăртатни илтĕнсе кайрĕ. Килекен çыннăн çийĕнче хура та шурă тăла татăкĕсемпе сапланă ула-чăла шинель, пĕр ури йывăç, тепринче тĕпленĕ çăматă.
— Мăкаçей хуралçи, — пĕлтерчĕ Изотова Улангин.
— Аван-и, Изотов, — терĕ çак çын, аллине хаваслăн тăсса. — Эсĕ мана манса кайнă-тăр. Тимĕрçĕ лаççине кам кăна кĕрсе тухман, ăçтан пурне те астăвăн?.. — утса халтан кайнă çыннăн сăмахĕсем пĕрхĕнсе тухрĕç, вăл хашкаса сывласа илчĕ, салтак çĕлĕкне тĕртсе, лĕпки çине сиктерсе лартрĕ те аллипе тарлă çамкине шăлчĕ. — Эсĕ мана йывăç ура валли йĕс ункă туса панăччĕ. Шĕкĕр турра, халĕ те тӳсет!
— Пурнăç мĕнле? — ыйтрĕ Изотов.
— Пурнăç-и? Унта та пăрăнăç, кунта та пăрăнăç, ăçта савăнăç, ăçта хăрăнăç, — халлĕхе пĕлместпĕр, шавлатпăр, кĕрлетпĕр, хĕрне çураçман, каччине курман — туй тăватпăр. Эрехне сыпман — паттăр, малалла та вăй патăр... Калаçма ăста эсĕ, — терĕ Изотов.
— Ара, ĕлĕк мăн кĕрӳ пулнă, — йăл-йăл кулкаласа каларĕ Улангин. — Хура сухалне тураса кăтралататчĕ, хулпуççи урлă тĕрленĕ сĕлкĕ çыхса яратчĕ, такмакне чăх сăхса пĕтерес çук хăвăрт калатчĕ. Эсĕ мана та авлантартăн, Палюк пичче. Мăн кĕрӳ чухне хĕп-хĕрлĕ кĕпе тăхăннăччĕ.
— Эсĕ çынни чипер, Кевриш, анчах туй тумасăрах мухмăрлă çӳретĕн. Пуçу ыратмасть-и? — пусăрăнчăк сасăпа ерипен каласа хучĕ йывăç ураллă çын.
— Пăртак янăрать.
— Татах та янăратма пултарĕç. Шăпăрлансем алхасса кайрĕç. Ĕнер кĕлет умĕнче хуралта ларатăп, çурçĕр иртнĕччĕ. Тĕттĕмре кĕлет хыçĕнчен икĕ çын килсе тухрĕç, ним те чĕнмерĕç, мана шăннă лаша пăхĕпе персе хăварчĕç. Мăшкăл куратпăр, Изотов. Мăкаçей кĕлетĕнче кулакран тăпăлтарса илнĕ тырă выртать. Эпĕ пур, хур чĕпписене сыхланă пек, алла патак тытса ларатăп. Пăшал пар мана!
— Парăпăр.
Мăкаçей кĕлечĕ умĕнче вашават кăмăллă çын, аллинче пăшал пулас хаваспа çĕкленсе, ял хыпарĕсене ăста каласа панине итлесе тăнă май вăхăт чылай иртнĕ, кĕлет таврашĕнчи çерçисем шăпланнă, анса ларнă хĕвел çути тӳпепе çĕр хушшинче пĕрĕхсе сывлама пăрахнă. Изотов Халапсина пĕччен хăварасшăн пулмарĕ тата Хăвалăхри хыпарсене тĕплĕрех пĕлесшĕн пулчĕ. Анчах паян халăх çуртĕнче спектакль пулмалла, унта ытти ялсенчен те çынсем килмелле.
— Вĕсен те хыпарĕсем нумай, — тесе шухăшларĕ Изотов. Мăкаçей кĕлечĕ патĕнчен ял кантурне утнă чух вăл Улангина хăйпе пĕрле спектакле ларса пыма чĕнчĕ.
— Манăн пысăк ĕç пур. Кулаксене шăршлас пулать. çынсене те систерсе хунă, — терĕ ăна хирĕç Улангин. — Паян кулаксен ĕçкĕ пулмалла, ытти çĕртен те пуянсем килмелле. Илтетĕн-и?
Аслă çул хĕрринчи касăра кăшкăрса юрлани, темле урмăш сасăсем çухăра-çухăра яни илтĕнсе кайрĕ.
Лаша канса тăнă хыççăн хăвăрт юртать. Ялтан тухсан та пуянсен ĕçкĕ шавĕ хăлхаран каймарĕ, Изотова çилентерсе пычĕ.
— Улангин ял сĕм вăрман пек тени, чăнах та, тĕрĕс иккен, — шухăшларĕ вăл. — Кун çутинче урамра пуян курăнмарĕ, тĕттĕмре кăна кашкăрсем пек улама тытăнчĕç.
Çырма тăрăх пыракан çул хуралса ларакан лутра хăвалăхсем хĕррипе пынă хыççăн сăрт çине хăпарчĕ. Тин çеç тухнă тулли уйăх çутинче хирти юр йăлтăр-йăлтăр çуталчĕ, çăлтăрсем шупкалчĕç те вĕтелчĕç. Икĕ вăрман хушшинчи хĕсĕк тĕпеке аялта тăракан уйăх çути ӳкмест, вăл тĕттĕм урам пек тăсăлать. Сасартăк çул хĕрринчи йывăç тĕмĕ хыçĕнчен хура мĕлке сиксе тухрĕ те лаша пуçĕ патне вирхĕнчĕ. Изотов «но-о!» тесе кăшкăрса ячĕ те, ура çине сиксе тăрса, лашине тилхепепе хытă çапрĕ, çуна персе ӳкнĕ хура мĕлке урлă сиксе силленчĕ. Çав самантра хыçалтан, сиксе ӳкес пек, тепĕр мĕлке тухрĕ, пăшал сасси хаплатса кайрĕ... Çуна сулăнка çапăнчĕ те, Изотов тарăн юр çине пашт сирпĕнчĕ.
Вăл кĕсйинчен маузерне кăларчĕ, куçне сирпĕтсе кăларас пек тинкерсе пăхрĕ, анчах пуçне çĕклемерĕ, тытăçăва хатĕрленсе, икĕ аллине те тăлăп çаннисенчен кăларчĕ. Кăшт тăрсан, çул çинче хура мĕлке утса килни курăнса кайрĕ, вăл, кашкăр çиле шăршланă пек, чарăна-чарăна тăчĕ, унтан хăй пенĕ пуля тĕл лекнĕ, çавăнпа çуна çинчи çын сирпĕнсе юлчĕ тесе пулас, хăвăрт утма тытăнчĕ. Изотов ăна пĕр самант та прицелран ямарĕ, пĕр вунă-вун-пилĕк утăм юлсан — печĕ, хура мĕлке йăванчĕ.
«Лекрĕ-ши е ахаль йăванчĕ-ши?» — тесе нумай вăхăт пăшалне тĕллесе тăнипе сылтăм алă пӳрнисем кӳтсе ыратни те сисĕнчĕ. Хура мĕлке сиксе тăрса каялла чупнине курсанах, Изотов ун хыççăн виркĕнчĕ: «Эй!» — тесе пĕр-икĕ хут хытă кăшкăрса илчĕ. Лешĕ çуна айне пулса юлнă мĕлкерен иртсе кайрĕ те вăрманалла пăрăнчĕ. Сиксе ларма кăна хушă юлсан, Изотов тĕллесе тăмарĕ — печĕ. Хура мĕлке çинçе сукмак çине, аллисене икĕ еннелле ярса, лап тăсăлса выртрĕ.
7
Килте мĕнле кăна капăр тум пур, çавна тăхăнса, çынсем халăх çуртне тĕттĕм пулнă-пулманах пухăнма тытăнчĕç. Йĕлмекассинчен килнисем хушшинче сарă кĕрĕклĕ Чинук утса çӳрет; Ирккапа Маня шкултан Изотовсен хваттерне чупса кĕнĕ, апат пиçессе кĕтсе тăрасшăн пулман, типĕ çакăр çырткаланă та, халăх çуртĕнче вырăн йышăнас тесе, тухса чупнă. Хура сăранпа тыттарнă алăка паян шалтан питĕрнĕ. Каç сивĕтнĕ пулин те, ачасем шăнсах каймарĕç, пысăк çынсем хушшинче çӳренĕ чух вĕсене ăшă пулчĕ.
Халăх çуртĕнчен инçе мар, ĕлĕк мунчала склачĕ пулнă пысăк хуралтă умне, мăшăр ут кӳлнĕ хыçлă çуна чарăнчĕ; ларкăчĕ çинчен лапсăркка тилĕ кĕрĕк тăхăннă Люшша сиксе анчĕ, лашисен пуçĕсене сĕлĕллĕ хутаçсем тăхăнтарчĕ. Пиччĕшпе пĕрле килнĕ Малля, çывăрса кайнă урисене вăратас тесе, тайкаланса сиккелерĕ.
— Тĕлĕнтерем-и, пичче? — терĕ вăл.
— Тĕлĕнтер! — Люшша аллинчи саламачĕпе кăçат кунчине çапса илчĕ.
Малля чĕркесе килнĕ граммофона çуна тĕпĕнчен çĕклерĕ те ларкăч çине лартрĕ. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, сарлака çăварлă тĕлĕнтермĕшрен хулăн саслă арçын ахăрса юрлани Атăл тăрăх кайрĕ. Халăх çурчĕ умĕнчи çынсем кăмăрт-кăмăрт сĕлĕ çиекен мантăр лашасене хупăрласа илчĕç.
— Хуларан вăрласа килнĕ, пĕр майрана çаратнă! — терĕ пĕри халăх хушшинчен.
— Вăрламан, хамăр илнĕ, — терĕ ытла хĕстерсе çитернипе çуна çине хăпарса тăнă Малля.
— Вăрланă! — илтĕнчĕ çав сассах.
Маньăпа Иркка хĕсĕнкелесе çуна патнех тухрĕç.
— Мĕнле хăрама пĕлмест ку ача-пăча, шĕшлĕ пекех... Хĕстерсе вĕлерĕç. Тухăр кунтан! — терĕ Иркка çумĕнчех тăракан пĕр палланă хĕрарăм сасси.
Иркка çӳлелле пăхрĕ. Тӳпере, кĕл çине сапнă кĕленче ванчăкĕсем пек, çăлтăрсем ялкăшаççĕ.
— Курас килет-и? — малтан калаçнă хĕрарăм Ирккана çĕклесе илчĕ те хулпуççи çине лартма хăтланчĕ. — Йывăр. Ара, ку Иркка мар-и?
— Эпĕ-çке, Чинук аппа! — кăшкăрса ячĕ Иркка, аппăшне мăйĕнчен ыталаса илчĕ.
Йĕри-тавра халăх кĕр-кĕр кĕрлесе тăрать.
— Ăçтан илсе килнĕ ку машинăна?
— Йĕлмекассинчен.
— Ара, Варлам ачи...
Халăх хушшинче çапла калаçни Чинука канăç памасть, чĕрине вĕчĕлтеттерет. Кирек кам та хăй ялĕпе, унта чул айĕнчен шăнкăр-шăнкăр тутлă шыв юхса тухнипе те, пĕр-пĕр илемлĕ хĕрпе те мухтанас йăла пур. Ĕлĕк акатуйĕнче хăйсен çынни паттăра тухсан е чуптар лаша чи малтан килсен, Йĕлмекасси хĕрĕсем, Чинук та, эрне хушши ытти ялсен хĕрĕсем умĕнче мухтаннă, хăй Йĕлмекассинче çуралса ӳсни ăна пысăк телей пек туйăннă. Халĕ вулăсри кермен умĕнче, Атăл хĕрринче, Люшша граммофон ахăртни пуçри тутăр çине мăшкăлласа çăнăх сапнă пек намăс туйăнать, пуçа çĕклес те килмест.
Аманнă хыççăн чĕтре пуçлă пулса юлнă Варлам ку яхăнта каллех çунатне сарса ячĕ, ĕлĕкрен пыракан хыт-кукар йăлине пăрахнă пек хăтланчĕ, выçăхса хăрăннă çынсене кивçен пилĕк-ултă кĕрепенкĕ тырă паркаларĕ.
— Çылăхăм пысăк, тасалса вилесчĕ, — тесе каланă пулать Варлам. Кашкăр, какай çиме пăрахса, утă çине куçнă текен юмах пек суя шухăша чылай çын ĕненнĕ, хĕл варринче йĕкĕр капансен тырри ăçта кайса кĕни çинчен те манса кайнă. Хĕр-Ваçка пухусенче калани вулăса пырса çитсен те, чухăнсен шухăшне хут çине çырсан та, Варлам пуçĕ çинче вĕчĕллĕ аслати кĕрлемерĕ — шыва ывăтнă чул пек пăртакçă хум ячĕ те çухалчĕ. Вулăсри кантур таврашĕнче çапкаланса çӳрекенсем хушшинче Варлам пылне тутаннă çынсем пурах.
Халăх çурчĕ умĕнче шăнкăрав янăрарĕ. Граммофон çăварне пас тытнă пулас, юлашки ташă кĕвви янăрамасть, чăнкă çыранта кашкăрсем харкашса уланă пек илтĕнет. Чинук Ирккапа ун тусне çавăтса утрĕ. Ярах уçса пăрахнă алăка халăх пырса капланнă, кĕме те, каялла чакма та çук. Çуйăхни, кăшкăрашни илтĕнет.
— Чинук аппа! Эй, Чинук аппа! — чĕнчĕ халăх хушшине хĕсĕнсе кĕнĕ Иркка.
— Мĕн?
— Эсĕ пире çĕкле те ларт, — Иркка аппăшĕн аллинчен уртăнчĕ.
— Ăçта лартас?
— Çынсем çине.
Чинук, кĕтмен çĕртен мел тупнă Ирккаран тĕлĕнсе, кулса ячĕ, ăна тĕттĕмре курăнса кайнă çӳллĕ çын хулпуççийĕ çине çĕклесе лартрĕ, унтан Маньăна та лартса ячĕ
— Эй, эй, пуç çинче ан ташлăр! — кăшкăрса илчĕ пĕр арçын сасси.
Унччен те пулмарĕ, хыçалтисем, тĕкме йăвантарнă пек, хытă тĕртрĕç, малтисене алăкран сирпĕтсе кĕртрĕç. Йăванса каяс чухне Иркка хăй ларса пыракан çынна пуçĕнчен ярса тытасшăн пулчĕ, çĕре мар, халăх çине ӳкрĕ, аллинче такам çĕлĕкĕ тăрса юлчĕ. Унтан малалла сиксе тухрĕ те васкаса чупрĕ.
— Виçĕ вырăн йышăнар! — терĕ вăл хашкаса тăракан Маньăна, хăй пуçĕ çинче çĕлĕк çавăрса кăшкăрчĕ, — эй, çĕлĕк камăн?
— Ман çине утланни эсĕ иккен! — терĕ çынсем ларса тухайман тăрăхла саксем хушшипе утса килекен çын.
— Эпĕ эсĕ иккенне пĕлмен.
— Пĕлсен вара?
— Теприн çине ларнă пулăттăм.
Çав вăхăтра Чинук та сак хĕррине пырса ларчĕ, ытлашши вырăн пулсан та, Ирккана хăй арки çине илчĕ.
Аппăшĕ хăй арки çине ачашласа лартни Ирккана питĕ килĕшрĕ, вăл апла ытти хĕрачасене вĕчĕхтерме пултарать. Аппăшĕ ташланă чух икĕ аллипе пилĕкне тытса ярăнса иртет; кулнă чух, тутисем çинчен кĕмĕл укçа ӳкнĕ пек, сасси ян каять; ĕçре Чинукăн алли çăмăл, чунĕ тӳсĕмлĕ.
Шăнкăрав виçĕ хут шăнкăртатнă хыççăн варрине çурлапа мăлатук ӳкернĕ чаршав сцена урлă туртса çыхнă çип тăрăх кăр уçăлчĕ. Аслă класра вĕренекен Гриша ятлă ача сцена çинче тарăхса уткалать, сухалĕ вăрăм, çийĕнче сăхман, куçхарши хуп-хура, ăна хăрăмпа ытлашши хуратнă.
— Манăн халех халăх çине каймалла, — тет вăл, ялти. кулаксене тустарма вăхăт çитни çинчен каласа парать, аллисене сулкалать.
Учительница, Анна Ивановна, сала майри пек шалпар сарафан тăхăннă, питне пĕрĕнчĕк кăтартас тесе шурăпа та, хурапа та сĕрсе пĕтернĕ, кĕххĕм-кĕххĕм ӳсĕрсе илет, çиленнипе сцена çинче шăлт-шалт утса, шăмарса çӳрет, пухăва кайма хатĕрленнĕ кĕрӳшĕ çине хаяррăн пăхать. Липа Халапсина сухаллă çыннăн арăмĕ пулнă иккен» кĕтессе хĕсĕнсе ларнă та нăш-нăш туса макăрать, халĕ унăн илемлĕ явăнакан вăрăм çивĕчĕ курăнмасть. Леш кĕххĕм-кĕххĕм карчăк вăрçнине итленĕ хыççăн, кĕрӳшĕ алăка шалт хупрĕ те тухса кайрĕ.
— Вăл йăлтах аташса кайрĕ ĕнтĕ, — тет Липа, сцена варрине тухса тăрса, хăй чĕрçитти вĕçĕпе куçне шăлкалать. — Ун пек куллен ял касса çӳресен, вăл хăй валли чун варли те тупĕ.
— Эпир ăна ăçтиçук пулма памăпăр, хĕрĕм, — карчăк пулнă Анна Ивановна Липăна хулпуççинчен пырса ачашлать. — Пуçне çавăрăпăр, сана юратмалла тăвăпăр. Юмăçа чĕнсе килем-ха.
Чаршав хупнă хыççăн халăх çаплах çапса хĕстернĕ пек тăчĕ, никамăн та хăйĕн вырăнне хăварас килмерĕ. Кĕрĕкпе тар шăрши тулнă сывлăшра пăчă.
— Чинук аппа, — терĕ Иркка.
— Мĕн, йăмăкăм?
— Сухаллă çынна ăçталла çавăраççĕ-ши?
— Пĕлместĕп-ха.
— Кулаксен енне мар-и?
— Темле çав, йăмăкăм, — тет Чинук.
Чаршав уçăлать. Иркка аппăшĕн арки çине пырса ларать, Чинук хăлхинчен пăшăлтатса калать:
— Пирĕн анне те аттене халăх çине ярасшăн мар.
Сцена çинче сехре хăпартмалла хăрушă юмăç карчăк чылай мăкăртатнă хыççăн сухаллă çыннăн хунямăшне çĕтĕк пирпе чĕркенĕ япала пачĕ те туйипе шаклаттарса тухса кайрĕ.
Хуняма карчăк сĕтел çине куркапа шыв тултарса лартрĕ, хăйĕнчен хăй хăранă пек, чӳречерен пăхса илчĕ.
— Килет, — хĕвĕнчен пир татăкне кăларчĕ. — Миçе пĕрчĕ яма каланăччĕ. Иккĕ-и, виççĕ-и? Нумайрах яни хăватлăрах пулĕ, пуçне çил арманĕ пек çавăрса ярĕ. Ах, турă, итле ĕнтĕ, манăн хĕре хĕрхен!
Сухаллă çын килсе кĕчĕ, пухури тавлашу çинчен, кулаксене хĕстерме тытăнни çинчен васкаса калама тытăнчĕ.
— Ăш хыпрĕ, — терĕ вăл.
— Ĕç-ха, — хунямăшĕ ăна имçам янă курка тыттарчĕ.
— Ан ĕç! — шари çухăрса ячĕ Иркка, урайне сиксе анса.
Сцена çинчи çынсем ним тума аптранă пек хытса тăчĕç. Курса ларакансем пурте сцена çине вĕçсе хăпарас пек пăхса тăракан Иркка еннелле çаврăнчĕç. Пĕр самант хушши вылякансем те, курма пынă çынсем те ним тума пĕлмерĕç.
— Иркка хĕрĕм, вăл чăнласа мар-çке, спектаклĕ вăл, ахаль кăна, — терĕ Чинук, Ирккана хăй çумне лартса.
Аппăшĕ чĕннипе, ыйхăран вăраннă çын пек, Иркка пурте хăй çине пăхнине асăрхарĕ, аппăшĕ çумне лăпчăнчĕ. Залра майĕпен пурте йĕркене кĕчĕ. Пьесăна вĕçне çитиех выляса пĕтерчĕç. Кĕрӳшĕ вилсе выртсан, Ирккан пичĕ тăрăх шăлса пĕтерейми куççуль юхрĕ.
Спектакль пĕтрĕ, чаршав хупăнчĕ. Артистсене тав туса, алă çупмаллаччĕ, анчах унта çын вилнĕ-çке, çавăнпа та, çын вилнĕшĕн савăннă пек пулса тухасран, алă çупакан никам та пулмарĕ. Пурте, шухăша кайса, лăпкăн алăк патнелле туртăнчĕç.
— Пăхса лар та ăсна ил, — терĕ пĕр ватăрах çын.
— Пурăнма вĕрентет. Самаях шухăша ярать ку, — терĕ тепĕр арçынĕ.
Алăк умне каллех халăх килсе тăвăнчĕ. Ирккапа Маня Чинук хыççăн хĕсĕнкелесе урама тухрĕç. Вĕсем тухнă çĕре çурт умне вулăс лаши виркĕнсе çитрĕ, хăй пĕтĕм пĕвĕпе туртăнса сывлать... Çуна çинче никам та çук.
— Изотов ăçта? — терĕç темиçе сасă.
— Инкек-мĕн пулнă-ши?
— Ырра мар!..
— Тăвансем, каяр Изотова шырама!
— Каяр!..
Тем те пĕр калаçса тăракан, саланма та шухăшламан халăх хушшинче Маня ĕсĕклесе макăрса ячĕ, чĕтрекен пĕвĕпе Чинук çумне пырса çапăнчĕ.
— Килĕ-ха аçу, — тесе Чинук ăна çурăмĕнчен лăпкаса йăпатма тăрăшрĕ, анчах ача хытăран хытă макăрма тытăнчĕ. Вара Чинук, икĕ хĕрачана çавăтса, Изотовсен хваттерĕ еннелле утрĕ.
Вулăсри пăшаллă çынсем ларса тулнă икĕ çуна юртса иртрĕç. Спектакль курма ялсенчен килнĕ халăх вĕсем хыççăн хускалчĕ. Ялтан тухса ик-виçĕ çухрăм кайсанах, хул хушшине тăлăп хĕстерсе килекен çынна тĕл пулчĕç.
— Ăçталла эсир? — терĕ вăл,
— Сана шырама, — терĕç Изотов сассине палласа илнĕ çынсем.
— Ӳксе юлтăн-и? — ыйтрĕ пĕр сас.
— Сулăнка кайса, — нимех те пулман пек лăпкăн каласа хучĕ Изотов.
— Каялла-и апла?
— Ниçта кайма та çук.
Хăшĕ лав çинчех, хăшĕ сиксе анса калаçса тăнă вăхăтра халăх çитсе чарăнчĕ, шавлама тытăнчĕ.
— Сывах...
— Хăй кашкăр пек те, кашкăр тивет-и ăна...
— Мĕнле эсĕ, Дмитрий Изотович, çынсен сехрине хăпартатăн? — терĕ шинеллĕ çын, хăй Изотова алă пама тăчĕ, анчах сивĕ маузера тĕртĕнчĕ те шартах сикрĕ пулас. — Темле инкек сиксе тухнă тесех шутларăм çав, — терĕ вăл, анчах мĕнле инкек пулнине тĕпчесе ыйтма халăх хушшинче кирлĕ мар пек туйăнчĕ ăна.
— Сулăнка сирпĕннĕ чухне манăн япаласем ӳксе юлман-ши... Атя кайса пăхар, — Изотов шинеллĕ çынпа пĕрле малти çуна çине пырса ларчĕ.
Ерипен шăвакан халăх хушшинче пĕр çамрăк сасă «Хаяр тăвăлсем ахăрăççĕ» тесе юрă пуçларĕ, вара ăна ытти çынсем те ярса илчĕç, сăрт çинчи юрă, аякка-аякка ăнтăлса, Атăл тăрăх анса кайрĕ. Халăх хушшине тĕркĕш вăхăтра халиччен илтмен юрăсем килсе кĕчĕç, Липа Халапсина кăмăла çĕклекен вырăс юррисене чăвашла куçарать, вара вĕсене чи малтан вулăсри хор юрлать, юрăсем халăх çурчĕн алăкĕнчен тухаççĕ те таврари ялсене саланаççĕ. Малтан вĕсем сăмах енчен туратлăрах пулаççĕ, кĕвве кĕрсех çитеймеççĕ, анчах пыра-киле, пĕр çăвартан теприне кĕрсе, шыв тĕпĕнчи чулсем пек, якалса çитеççĕ.
Икĕ вăрман хушшинчи тĕпеке пырса кĕрсен, малти лаша харт турĕ те чарăнчĕ. Изотов хыççăн ыттисем те сике-сике анчĕç, çул варринче выртакан хура япала умĕнче чарăнчĕç, хăшĕ-пĕри пăшăлтатса илчĕ.
— Çын-çке...
— Çын.
— Лере тепри курăнать, — Изотов вăрман хĕрринчи хура çине тĕллесе кăтартрĕ те хăй малтан утрĕ, сукмак тăрăх пăрăнса кĕрсе, юр ăшĕнчен кĕске кĕпçеллĕ винтовка илчĕ. — Куратăр-и, кашкăр тытма тухнă.
Вулăс еннелле çавăрса тăратнă çуна çине икĕ вилле пăрахнă чух, тилхепене кару тытсан та, лаша хартлата-хартлата чĕвен тăчĕ, çынсем ларнă-ларманах, çуна тупанĕ айĕнчен тăман кăларса, тапса сикрĕ.
Икĕ вăрман хушшинче мĕн пулса иртнине нимĕн те ăнланман халăх, чĕлхесĕр пулнă пек, пĕр сăмах чĕнмесĕр тăчĕ, шурă пас айĕнче тĕлĕрсе ларакан вăрман хăрушлăхпа тулнăн туйăнчĕ.
— Эпир сире Йĕлмекасене çитиччен ăсатăпăр, — терĕ те Изотов, халăхпа пĕрле утрĕ.
Тĕпекре пулса иртнĕ пĕчĕк тытăçу çинчен тĕрлĕ сăмах-юмах сарăлса ан кайтăр тесе, Изотов мĕн пулса иртни çинчен каласа пачĕ, анчах вăл ун чухне хайне камсем, мĕнле усал ĕмĕтпе тапăннине пĕлмерĕ, каярах та икĕ виле тамаши ăна пысăк тĕпчев çулĕ çине илсе кăлармарĕ.
Пакшакасси çынни, ĕлĕкренпех вăрăпа пурăннă, чылаях мул пухса, тимĕр витнĕ çурт лартнă этем, çул çине тухнă, ăна вирхĕнсе пыракан лаша турта пуçĕпе çапса ӳкернĕ те çамкине таканпа таптаса иртсе кайнă, унăн çумĕнче вăрăм çĕçĕ пулнă. Тепри таркăн салтак пулнă, ăна Изотов малтанхи хут персе лектереймен, вăрманалла тарнă чух çурăмĕнчен персе ӳкернĕ. Таркăн салтакăн хĕс-пăшал пулнă, кĕсйинче пилĕк обойма патрон тăрса юлнă.
Вĕсем иккĕн çеç-и, ыттисемпе çыхăнса кавар туман-и — паллă пулмарĕ, анчах çакăн çинчен нумай калаçрĕç, шухăша кайрĕç, çĕрле çул çине тухма пăрахрĕç. Çав кĕске тытăçу малашне асар-писер усал тăвăл ахăрса тухасса пĕлтерекен пĕчĕк çил пулчĕ, икĕ вăрман хушшинче вĕрчĕ, икĕ виле тăратса хăварчĕ те лăпланчĕ. Тăванĕсем пĕлмене печĕç, вилесене илсе кайса пытарма та килĕшмерĕç.
8
Киле усал пĕр-пĕччен килсе кĕмест, унăн инкек куçлă йăмăкĕсем, асав шăллă шăллĕсем пур. Энтри салтакран тарса килнĕренпе Çеркки типсе кайрĕ, çĕрле çывăрайми пулчĕ, пӳртĕнче мĕлке пек утса çӳреме тытăнчĕ, мул пухма тăрăшакан лăпкă чунĕ вырăнне чĕрене йĕплесе тăракан чĕрĕп чун кĕрсе ларчĕ.
Энтри, тĕпсакайĕнче тырă пытарма шăтăк чавса ларса, хăй те çĕр сăнлă пулса кайнă: пылчăк кĕрсе тулнă чĕрнисене те тасатмасть, сухалне те хырмасть, акă халĕ, каç пулсанах, тĕпсакайĕнчен тухса кăмака хыçне кайса ларчĕ, сĕтел патнерех пыма та именет — кам та пулин чӳречерен курма пултарĕ.
— Тĕл-тĕл мана çапла туйăнать, ачам, — терĕ Энтрипе юнашар ларакан Çеркки, — эпĕ хам куçа тутăрпа çыхнă пек, нимĕн курмасăр таçталла вĕçетĕп пек, чăнкă çыран тĕпне анса каятăп пек.
— Эсĕ панкав пек ан сӳпĕлтетсе лар-ха, атте, — тет Энтри аллисенчен кирĕк йăваласа кăларнă май. — Тăхта, нумая пымĕ, иртсе кайĕ. Яланах йĕпе-сапа пулмасть, уяртать.
— Петте пек, икĕ алла укçа тытса, çакăнса вилес марччĕ.
— Петте тăр-ухмах пулнă, шăтăк пуçлă.
— Ухмах теме çукчĕ, ачам.
— Мĕн калатăн ĕнтĕ... — ашшĕне пӳлет Энтри пуçне кăтăр-кăтăр хыçса илет, — Пурлăх ахаль выртсан, пушă çурт çурăкĕнчи хăнкăла пек типсе каять, ăна алăра тытмалла мар, çӳретмелле. Акă, самана лăплантăр-ха, шăтăкри тырра сутса ярăпăр, чул çурт лартăпăр. Варлам хуçан вĕчĕхнипе пĕверĕ ыратĕ. Эпĕ кунта иккенне халăх ан систĕр, кайран эпĕ кăкăра çапса мухтанма пĕлĕп. Анчах ман хыпар никам хăлхине те пырса кĕмен-и?
— Çук, ачам. Тихха кăна пĕрре: сан пӳртре кивĕ шинель çакăнса тăрать. Камăн вăл? Ăна сутмастăр-и? — тесе ыйтнăччĕ.
— Эсĕ мĕн терĕн?
— Картана выльăх патне çӳреме туяннăччĕ, — терĕм.
— Кунта, ухмах Тихха чĕлхи мар, урăх çын чĕлхи калаçни сисĕнет. Кам-ши ун пек йĕрлекен çын?
— Кун пек шăрша-марша Варлам кăна сисме пултарнă. Пăшал сутнă чухне ман çине темле пăхса илчĕ, ман сăмаха ĕненмен пек пулчĕ.
Тахăшĕ хапхана шăкăр-шакăр шаккарĕ, — таркăн чун хăвăрт пытанма юри кăмака хыçĕнче тунă тупăк пек шăтăка кĕрсе выртрĕ, хăмине хăех витрĕ. Çеркки арăмĕ пĕчĕк лампа çутрĕ, упăшки, сăхман уртса, килкартине тухрĕ.
— Кам унта?
— Хамăр çын, Чишмасем.
Пасарсенче пĕрле çӳресе туслашса кайнă Каюра Тимахви сассине Çеркки хăвăрт палласа илчĕ, сăлăпне шутарчĕ те хапха уçрĕ.
— Килех!
— Пуйса кайни таçтан та паллă: тĕттĕм пулнă-пулман хапха питĕрсе ларатăр.
— Эсĕ ан мăшкăлла-ха, — калаçса илчĕ Çеркки. Пуянлăх çинчен пуянран илтетĕп.
— Йăпăрт кĕрсе тухас терĕм, килте тăвар пĕр чĕптĕм те юлман, çул çинче анчах аса илтĕм, — килнĕ çын пуставпа туллатнă тăлăпне алăк патĕнчи пăтаран çакрĕ. — Пурнăç епле шуса пырать, Çеркки пичче? Такăнмастпăр-и?
— Мĕн такăнмалли?
— Урлă пĕрене çук-и?
— Мĕн вăлтса каланине ăнлансах илеймерĕм... — Çеркки тĕпелти сак çине пырса çитме те ĕлкĕреймерĕ, Каюра Тимахви юнашар пырса та ларчĕ.
— Пĕренесем тетĕн-и? Çара пакартасем сан пурлăху çине хĕрĕнсе пăхмаççĕ-им? — Тимахви хулара кастарнă шăртланса тăракан сарă çӳçне аллипе шăлса илчĕ. — Пĕрре пĕсехерен тапса илесех пулать, Çеркки пичче.
— Мĕнле тапатăн-ха, — терĕ Çеркки пăшăлтатнă пекех хуллен.
— Сирĕн ялта камсем ытла кăшкăраççĕ? — Тимахви хыттăн ыйтни Çерккине хăратса ячĕ, такам итлесе тăрасран хăранипе çурăмĕ çине тар тухрĕ, анчах вăл вĕçкĕн çын умĕнче хăйне хăравçă пек кăтартас темерĕ, шăппăнрах калаçма кирли çинчен аса илтерме именчĕ.
— Пирĕн калаçма юратакансем чылай: Хĕр-Ваçка, Чинук, Наçтук.
— Вĕсен мăйне пăрмалла, — терĕ Тимахви хальхинче шăппăн. — Эпир санпа иксĕмĕр пурнăç урапи çине ларса çитнĕ, пĕрне-пĕри ăнланмалла, каланă сăмах хамăр хушăра пулмалла. Чакак куçне чакак сăхмасть, теççĕ.
— Пуянсемпе пĕр кĕрекене ларма мана инçе-ха. Эй, карчăк, сăмавар лартасчĕ, — Çеркки, сак çинчен тăрса: тĕпел кукринчи Укахви патне кайма тăчĕ, тем каласшăн пулчĕ, анчах Тимахви ăна хулĕнчен тытса чарчĕ.
— Ан кумса çӳре... Манăн лаша урамрах тăрать, сĕлĕ те парса хăвармарăм.
— Килкартине кĕртес ăна. — Халех каятăп эпĕ.
— Лар-ха, лар.
— Çара пакартасене шаккас тетпĕр.
— Мĕнле шаккатăн?
— Пуçран.
— Темле, — хăйне таçта сĕтĕрсе кĕресрен хăраса ӳкнĕ Çеркки ним калама та аптрарĕ.
— Юхăмĕ пуçланса кайсан, эсĕ аякка пăрăнса юлмăн-ха, Çеркки пичче. Манăн каяс, — терĕ те Тимахви, çăмăллăн утса пырса, пăтаран тăлăпне илсе тăхăнчĕ. — Халлĕхе сывă юл.
— Тăвар илсе каймастăн-и?
— Ахаль çеç каларăм. Ман хамăн та килте нумай. Тăварна сутсах ан пĕтер, камунсен ӳтне тăварлама кирлĕ пулĕ, — тесе ихĕлтетсе кулса илчĕ, хăй çăварĕнчен ханша шăрши перет...
Çеркки, кĕтмен çĕртен килсе тухнă хăнана ăсатса, хапха урлă сăлăп ячĕ те килкартинче шухăша кайса тăчĕ, уткаласа çӳрерĕ.
Каюра Тимахви мăкланса кайнă пуянах мар, анчах кил-çуртне питĕ капăр лартнă, пӳрт тăррине кăна мар, кĕлетсен тăррисене те тимĕр витнĕ, сенкер сăрпа сăрланă, пур çĕрте те вĕçкĕнни сисĕнсе тăрать Тимахви ĕлĕкрех хăма çуртарса Хусанти сăра савăтне ăсатса тăраканччĕ, халĕ ĕнтĕ мĕн кăна аллине лекет — кушак тирĕ-и, пыршă-и, йĕтĕнпе кантăр-и — пĕрне те тиркесе тăмасть, йӳн хакпа пуçтарать те хуласене илсе кайса витерет. Ахаль те хăмла пек вĕçсе тăракан каппайчăк кăмăллă Чишма пуянĕ ханша ĕçнĕ хыççăн кĕрсе тухни, коммунсене шаккас пирки калаçни Çерккине пăтранчăк шухăша ячĕ, таçта сĕрекене килсе çакланасран хăраса ӳкрĕ вăл. Яла мĕнле юхăм кĕрлесе кĕме пултарĕ-ши? Ун пек юхăм унăн тин кăна лартнă пĕчĕк лавккине те, унпа пĕрле Çерккине хăйне те юхтарса каймĕ-ши?
Хапхана каллех такам пырса шаккарĕ.
— Кам унта? — çӳçенсе илчĕ Çеркки.
— Уç, атте!
— Турă çырлахтăрах, — сăхсăхса илчĕ Çеркки. — Кĕркури мар-и? — шăппăн каларĕ вăл.
— Эпĕ-çке. Мĕскер эсĕ, ылтăн пукан çинче ларнă пек, питĕрĕнсе ларатăн? — хапхаран шинеллĕ çын килсе кĕчĕ.
— Шăппăнрах, ывăлăм, шăппăн... — пăшăлтатрĕ Çеркки.
— Мĕншĕн шăппăн? Эпĕ кăшкăрсах каламарăм-çке.
— Ун пек мар пулсан та. Ку саманара шавлама юрамасть, сыхланса калаçни кирлĕ.
— Сыхланни вăрçăра çеç кирлĕ-тăр. Килте мĕншĕн?
— Чĕлхе чаракĕ пулни чармасть.
Кĕркури мăчăлтатса çунакан лампа çутинче шинельне хывса пăтаран çакрĕ. Ашшĕ каллех пăшăлтатса ыйтрĕ: — Санăн пăшал çук-им вара?
— Пăшал? Епле пăшал?
— Лиулвĕр е винтовка?
— Нимле пăшал та çук.
— Патрон та çук-и?
— Патрон та. Мĕн тума кирлĕ мана ялта пăшал? Ула курака пеме-и е йытăсене хӳтерме?
— Эсĕ хăв ирĕкӳпех килтĕн-и?
— Епле хам ирĕкпе çӳрем эпĕ? Шинель тăхăннă çын кăмăлĕ ăçта туртнă, çавăнта кайма пултараймасть. Эсĕ мĕнле майпа таврăнчĕ тесе шутланăччĕ.
— Тарса...
— Таркăн пулса-и?
— Çапла.
— Эсĕ, атте, мĕншĕн пăшăлтатса калаçатăн, йывăр чир хыççăн сассуна çăтса ятăн-и?
— Çăтман. Чĕлхе тĕрĕс-тĕкелех, — хыттăн калама тăчĕ ашшĕ, анчах сасси кĕрхи çамрăк автан авăтма вĕреннĕ чухнехи пек хăйăлтатса тухрĕ.
— Эпĕ, ун пек тарса çӳресе, атте-аннем ятне ямастăп. Госпитальте икĕ эрне выртрăм та, мана килте пĕр вунă кун пурăнма, атте-аннепе тăвансене курма ирĕк пачĕç. Сулахай хул тӳрленсе çитмен-ха, ниме те йĕркеллĕ тытаймасть. Ялта таркăнсем пур-и-мĕн, атте?
— Пулмасăр, ара... тарса килеççĕ, пăшалпа, патрон... — ашшĕ, малалла калас сăмахсене çăтса янă пек, чĕлхине чаплаттарса илчĕ.
— Тарса çӳрекенсене тытмалла, пытарса пурăнакансене суд умне тăратмалла, — хытă кăшкăрса каларĕ Кĕркури. Унăн сассине илтсе, лавккара кунĕпех тĕпĕртетсе тăнипе тĕпел кукринче пукан çинчех çывăрса кайнă амăшĕ вăранчĕ.
— Ай, Кĕркури килнĕ-çке, — чупса тухрĕ Укахви, ачин хулпуççине тытса пăхрĕ, куçĕнчен шĕлтĕрех тухнă куççульне тутăр вĕçĕпе шăлса илчĕ. — Сана кĕте-кĕте хавшаса кайрăм, чĕре çуннипе ал-ура вăйĕ те пĕтсе çитрĕ.
— Анне! — терĕ те Кĕркури, амăшне хăрах аллипе ыталарĕ. — Кун пек саманта мĕн чухлĕ кĕтрĕм эпĕ. Эх, курас килетчĕ-çке сире, атте-анне! Килтен тухса кайнăранпа çулталăк тулать кăçал мăнкун эрнинче. Ялан хам çуралнă кил-çурт аса килсе тăратчĕ.
— Апат лартам-ха, сивĕнеймен те пулĕ, — амăшĕ хыпăнса кăмака умнелле кайрĕ, кашăк-тирĕке шăлтăр-таттарма тытăнчĕ.
Энтри килнĕренпе кăмака сивĕнсе тăмасть. Выçăхса килнĕ çын татти-сыпписĕр çиесшĕн, сывлăхне епле те пулин тӳрлетсе çитересшĕн — какай та тутлă апат кăна ыйтать, амăшне вăрçса, кăмака умĕнче ташлатать, хăш-пĕр чухне ĕсĕклесе йĕрес патне çитерет, çурçĕр вăхăтĕнче те тăрса çиет, пĕçерсе хунă апат яланах хатĕр.
Нумаях та вăхăт иртмерĕ — амăшĕ сĕтел çине ăшаланă какай, сивĕ турăх, тăварланă хăяр лартрĕ. Ашшĕ малти кĕтесри сак айне кĕрсе кайрĕ те пĕр кĕленче эрех пырса лартрĕ, виçĕ черкке тултарчĕ, пĕрне хăй йăтрĕ, ыттисене Укахвипе ывăлне тыттарчĕ.
— Таврăннă ятпа, — терĕ те шаккаса ĕçрĕ, эрехне хăй çуррине те антармарĕ, сĕтел çине лартрĕ. — Ачам, ватă шăм-шакăм авкаланмасть пулин те, çĕрĕн-кунĕн тăрăшатăп, мул çумне мул хутшăнса пытăр, ачамсем халăх хушшинче сумлă та ятлă пулччăр тетĕп.
— Эпĕ кунта пăхкаласа ларатăп та, атте, тĕлĕнетĕп. Сĕтел тулли апат-çимĕç, пуян çын çуртне килсе кĕнĕ пекех. Эсĕ тем те туянма ĕлкĕрнĕ: çĕнĕ вырăсла хапха, лутра хӳме вырăнĕнче вите. Ăçтан май тупрăн эсĕ капла хăпарса кайма?
— Пурне те асăрхаса илеймен-ха эсĕ, — Çеркки пукан çинчен çăмăллăн тăчĕ те, ывăлне хулĕнчен тытса, чӳрече умне илсе пычĕ. — Куратăн-и, унта мĕн ларать?
— Мĕн?
— Лавкка.
— Мĕн лавкки, ара?
— Унта, ачам, тем те пур, — ашшĕ мухтаннă чух сасси янăраса кайрĕ, хайхи пăшăл-пăшăлтан ним те тăрса юлмарĕ. — Ĕçĕм каплах ăнса пырсан, мана малашне Çеркки мар, Сергей Тарасăч теме тытăнĕç. Тепре пушатар, — терĕ те вăл хăйĕн кăшт кăна чакнă эрехне тăрларĕ, Кĕркурин черккине çĕнĕрен тултарчĕ.
— Санăн эрех те пур. Халĕ ĕнтĕ аннене тав тăвар. Тавси, анне!
— Тавах, ывлăм, пурăннă ĕмĕрте санран та ĕçмелле пултăр, — амăшĕ пăртакçă сыпрĕ те тутисене пӳрнисемпе чăмăртаса шăлса илчĕ.
— Ĕçтермелле пултăр. Эпир сирĕн икĕ ывăл анчах-çке.
— Иккĕн çеç çав, ылтăн пĕрчисем. Эсĕ килнĕ ятпа пĕтĕмпех ĕçсе ярам-ха, юлашкине хăваракан юхăнса юлнă тенĕ ваттисем. Атя, ывăлăм! — амăшĕ хăйĕн черккипе Кĕркури черккине шаккаса илчĕ, куçне хупрĕ те çăварне ӳпĕнтерчĕ, эрехĕ çӳçентерчĕ пулин те, çăтса ячĕ.
— Иккĕн çеç, — терĕ калаçма сăлтав тупас пек сӳрĕк кăмăлпа Çеркки. Малашне сăмах Энтри çине куçасса сиссе, вăл арăмĕ çине тинкерсе пăхрĕ, куç хĕсрĕ.
— Энтри салтака кайнăранпа мĕн чухлĕ иртрĕ ĕнтĕ? — ыйтрĕ Кĕркури, тăварлă хăяр шăл хушшинче кăчăртатни ăна çуллахи вăхăта, ялти тусĕсене аса илтерчĕ. — Раштавра икĕ çул, — терĕ ашшĕ, хăй те сисмерĕ, кăмака еннелле пăхса илчĕ, унта хăма кĕмсĕртетнĕ пек туйăнчĕ.
— Килсе курмарĕ-и?
— Вăл сан пек мар. Çыру та час-чăс çырать, пĕрре килсе те курчĕ.
— Килсе çӳреме май çук, атте. Аманман пулсан, халĕ те килеймен пулăттăм.
— Тепĕрне Энтри сывлăхĕшĕн тӳнтерер, — ашшĕ сĕтел умне тăчĕ, хăй валли чĕл çăкăрпа хăяр илчĕ.
— Мĕн унта? — терĕ Кĕркури, кăмака хыçĕнче тем япала хытах хускалнине илтсе.
— Йĕкехӳре нумай, ачам! — ашшĕ пĕр хĕрелсе, пĕр шуралса кайрĕ. — Тĕпсакайне ним хума çук, пурне те кăшлаççĕ.
— Эпĕ унта ыран тапă лартăп-ха. Пĕрне те чĕрĕ хăвармăп, атте.
Кăмака хыçĕнче урай айĕнче выртакан Энтри Кĕркури килсе кĕнĕренпе тамăк хуранне кĕрсе ӳкнĕ пек ăшаланчĕ, малашне шăллĕпе иккĕш хушшинче хаяртан хаяр çапăçу пуçланса каясса, çакă вăл килĕшӳ патне мар, иккĕшĕнчен пĕрне вилĕм шăтăкне илсе кĕртессе сисрĕ, темиçе хут та сиксе тăма шухăшларĕ, анчах çапах чăм тара ӳксе, шăлне çыртрĕ. Черккесем янăраса илни ун пыр тĕпне кăтăкларĕ, çăвара тулнă сĕлекине çăта-çăта хăшкăлчĕ. Ашшĕ кăмака хыçĕнче кăштăртатса çӳрекен йĕкехӳресем çинчен асăнсан, Кĕркури вĕсене тапăпа тытас пирки сăмах хушсан, пӳртри çынсем хăйне йĕкехӳре вырăнне хунă пекех туйăнчĕ ăна, ал-ури чĕтрене ерчĕ, вăл халтан кайрĕ.
— Пĕтрĕм, — тесе шутласа выртрĕ вăл, пичĕ тăрăх куççуль шăрçисем юхса анчĕç, кăлт-калт тапакан чĕрине йăпатас пек, аллине кăкăрĕ çине хучĕ, пӳртре калаçнине итлерĕ.
— Эпĕ ӳсĕрĕлтĕм, атте, ташлас та савăнас килет, — терĕ Кĕркури, уша юпи çумĕнчи чӳлмекрен шыв юхтарса аллисене, питне çурĕ, яланах алшăлли çакăнса тăракан кăмака хыçне кĕрсе кайрĕ.
— Çуралнă кил çыншăн хаклă çав! Пăртакçă кăна лартăм, атте-анне апатне тутантăм та ӳте епле вăй килсе кĕчĕ, — терĕ те Кĕркури урай хăмине кисретсе, таканлă аттипе ташласа илчĕ, Энтрин куççульпе, тарпа йĕпеннĕ пичĕ çине çӳп-çап та, тăпра та тăкăнчĕ.
— Ман тухса çӳрес килет, атте, — терĕ Кĕркури, пиçиххине туртса çыхса.
— Ăçта каяс шут пур вара?
— Ял-йышсене курасчĕ, улахра та пуласчĕ.
— Кама курас килет, Кĕркури? — терĕ амăшĕ ачаш сасăпа.
— Такама та курма хавас, тунсăхласа çитрĕм. Чинуксен Вирукĕ те хĕр пулса çитнĕ пулĕ?...
— Хĕр пулнă.
— Ăна курас-ха.
— Ан çӳре, ачам, — терĕ ашшĕ, шинель тăхăнакан Кĕркури умне пырса тăрса. — Хĕр тени таçта тармĕ, килĕнчех ларĕ. Халĕ хăтана çӳрекенсем çук.
Хам туссем патне калаçса ларма каятăп, тен, çула май Вирук патне те кĕрсе тухăп. Эпир унпа çыру çӳрететпĕр, — хĕрĕнкĕ Кĕркури пĕтĕм кăмăлне уçса каларĕ.
— Ан çӳре ĕнтĕ, ачам, — Çеркки ывăлĕн шинель çаннинчен пырса тытрĕ. — Питех юрататăн пулсан, Вирук патне евчĕ те яма пултарăпăр. Туй тума пирĕн, ачам, хăват çите.
— Эпĕ, атте, мул хыççăн хăваламастăп.
— Сана мĕн кирлĕ вара, ачам?
— Совет влаçĕ кăна сывă пултăр. Вара пурте пулĕ.
— Чим-ха, чим, — Çеркки алăка хупăрласа тăчĕ. — Итле-ха, ачам, итле, йĕркеллĕ пул. Халĕ тухса çӳреме хăрушă.
— Мĕншĕн?
— Халĕ çеç кунта Чишма çынни килсе кайрĕ. Коммунсене шаккама тытăнас хыпар çӳрет, терĕ. Сана куммун тесе çапса пăрахма пултарĕç, вăрçăра вилменнине тăван ялтах шар курăн.
— Атте, эпĕ салтак, ун пек сас-чӳ пур пулсан, Совет влаçĕ майлă çынсене систермелле, вĕсене сыхланса тăма, хатĕр пулма калас пулать, — терĕ вĕриленсе Кĕркури.
— Ан кай, тетĕп! — çиленсе кайрĕ ашшĕ.
— Эсĕ мана ача вырăнне ан хур! Килте таркăн пек пытанса лармалла-и? — хытă çиленсе кайрĕ Кĕркури, алăк хăлăпне вăтăрса кăларас пек тытрĕ, ашшĕне кăкăрĕпе тĕртрĕ те тухса кайрĕ.
Унччен те пулмарĕ, урай хăми хаплатса ӳкни илтĕнчĕ. Энтри кăмака хыçĕнчен çара уранах сиксе тухрĕ, Çеркки яланах шикленсе алăк патĕнче тытакан йывăç кӳсеке ярса илчĕ, чарма тăракан ашшĕне урайне сирпĕтрĕ те тухса чупрĕ. Пӳрт алăкĕ те, пăлтăр та уçă юлчĕç, урай тăрăх сивĕ сывлăш йăраланать.
Хапха патне çитме пуçланă Кĕркури, хăй хыççăн çын чупнине илтсе, хăвăрт каялла çаврăнчĕ...
— Кам эсĕ? — тĕлĕнсе ыйтрĕ вăл, хăй хыççăн çара уран, кӳсек тытнă çын чупнине курсан.
— Вĕлеретĕп! — чашлатакан сасăпа карланкинчен пĕр сăмах вĕрсе кăларчĕ Энтри.
— Ан выля! — Кĕркури Энтрие хирĕç виçĕ-тăватă утăм турĕ те аллинчен çапса кӳсекне сирпĕнтерсе ячĕ. — Энтри?! — шалт тĕлĕнсе, хытса кайрĕ вăл. Пиччĕшĕ, чĕмсĕр пек, пĕр сăмах чĕнмесĕр тăчĕ. — Епле майпа килсе лекнĕ эсĕ киле? — ыйтрĕ шăллĕ, пиччĕшĕ ним чĕнменнине кура.
— Килес килчĕ, — пăшăлтатрĕ Энтри.
— Таркăн?
— Атте-аннене хĕрхенсе... Çемçе чĕреллĕ эпĕ, — йăпăлтата пуçларĕ Энтри.
— Çемçе чĕрелли паллă... Сас-хура тухасран хăрарăн та мана вĕлерме тăтăн...
— Мĕн эсĕ, шӳт тунине ăнланмастăн... Эпĕ ахаль кăна-çке... Хам тăван шăллăма епле вĕлерес...
— Ку кӳсекпе пĕрре çапсах вĕлерме пулать!
— Эпĕ ахаль, хăратма çеç... Ман сана кăларса ярас килмерĕ, хамăн калаçса ларас кăмăлăм пур.
— Таркăнпа калаçма сăмахăм çук.
— Эпĕ таркăнах мар... Ĕнер кăна килтĕм, ура ыратни иртсенех хам ирĕкпе çара каятăп, шăллам. Эсĕ, тархасшăн, никама та ан шарла халлĕхе.
— Епле, ан шарла? — тĕлĕнчĕ Кĕркури.
— Ан шарла çав, эпĕ нумай пурăнмастăп, çара каятăп... Атте-аннене хĕрхенсе килтĕм. Юрĕ-и? Шарламăн-н?
— Юрĕ, кĕçĕр никама та шарламăп, лăпкă выртса çывăр, — терĕ Кĕркури, хапха уçса.
Урама тухрĕ те, ниçта кайма пĕлмесĕр, хапха юпи çумне таянчĕ. Ял шăп. Çын сасси мар, йытă сасси те илтĕнмест. Пӳртсем утă купи пек хуралса лараççĕ; икĕ-виçĕ пӳртре анчах вăйсăр хăй çути курăнать. Нумайччен тăчĕ Кĕркури тăван кил-çурт хапхи умĕнче, ун чунĕ икке пайланчĕ. Халăха кайса систерес-ши е сăвăнăçлăн, ним пулман пек, улах шырама каяс?
Тăрсан-тăрсан, вăл тăван пӳртĕн хура чӳречисем çине çаврăнса пăхрĕ, амăшне аса илчĕ... Сасартăк, çирĕп шухăш тытнă пек, икĕ утăм турĕ, йӳле янă шинелĕн пур тӳмисене те тӳмелерĕ те, тăкăрлăкпа хăвăрт утса, станцие каякан çул çине тухрĕ.
9
Каюра Тимахви, пасартан пасара çӳресе, тупăш тăван «манит» инкесем патĕнче юлташĕсемпе те, палласах канман çынсемпе те ĕçсе супнă хыççăн килне епле çитнине астусах каймасть, хапха умне пырса чарăннă çуна çинчен ăна арăмĕ çĕклесе кĕртсе вырттарнă. Ирхине, кăвак çутă килнĕ чух, Тимахви вăранса кайрĕ, пуçĕ икĕ хĕскĕч хушшине лекнĕ пек ыратнине, типсе кайнă çăварĕнче чĕлхи куштăркаса çитнине туйса илчĕ, ура çине тăчĕ, пуçĕ çаврăннипе кăмака çумне пырса çапăнчĕ, стенаран тыткаласа малти пӳлĕме тухрĕ, пĕр курка сивĕ шыва ланкартаттарсах ĕçсе ячĕ, каялла вырăн çине кайса выртрĕ.
— Эх, чĕлхен чаракĕ çук, — тесе мăкăртатса илчĕ вăл, Йĕлмекассинче хăй мухтанса калаçнисене, коммунистсене çапса вĕлерме чĕнсе хăлаçланнине аса илчĕ, сехри хăпнипе чăм тара ӳкрĕ, çитменнине ура хырăмне шăнăр туртни çав тери хытă ыратрĕ. — Капла палкаса çӳресен, мана тытса силлеме пултараççĕ. Силлеме кăна-и? — шухăша кайрĕ вăл. — Юпа çумне тăратĕç те, çамкаран тĕллесе, пăшал çекĕлĕ çине пĕрре кăна пусĕç. Хайхи манран, Каюра Тимахвинчен, шăрши те юлмĕ. Чипер çӳренĕ çĕртенех серепене пырса лекрĕм, хам мăя хам пырса чикрĕм.
Шухăшласа пĕр аяк çинчен тепри çине çаврăна-çаврăна чылаях выртнă хыççăн Тимахви, арăмĕпе ачисене вăратас мар тесе, çи-пуçне хуллен тăхăнчĕ те килкартине тухрĕ, выльăхсене улăм пачĕ те тулашакан чунне лăплантарма вут çурма тытăнчĕ, нумаях та ĕçлеймерĕ, пĕтĕм çан-çурăмĕ ĕшенчĕ.
— Мунча хутса ярам-ха, — терĕ вăл, пахча енчи хапхана уçма тăчĕ, анчах çĕрле юр хулăн çунă иккен, вăл кĕреçе илчĕ те эхлетсех хырма тытăнчĕ.
Пĕр пуçланса кайнă ĕçĕн ури пур тенĕ пек, вăл кĕлет умĕнчи юра та тасатрĕ, хапха умне хырма урама тухас тенĕ чухне пусма çине арăмĕ тухса тăчĕ, — ним те каламарĕ, хаяррăн пăхса, пӳрте кĕме кăчăк туртрĕ.
— Вĕçкĕнӳпе ăçта пырса çитетĕн-ши эсĕ, Тимахви? — терĕ вăл ăна, пӳрте пырса кĕрсенех. — Хăв ĕнер çуна çинче выртатăн, ура çине тăраймастăн...
— Ĕçнĕ, ара, ĕçнĕ, — терĕ Тимахви, арăмĕнчен тарас тесе, алăк хăлăпне ярса тытрĕ.
— Ан васка, кайăн-ха, каймасан, икĕ енчен çавăтса кайĕç, — арăмĕ, ун умне пырса тăрса, хулĕнчен тытрĕ. — Çуна çинче выртатăн та пĕтĕм ял илтмелле: камунсене ыранах çакса вĕлеретĕп! — тесе пыр тĕпĕпе çухăратăн, Паян çакатăн-и, ăçтиçук?
— Ĕçнĕ çав, ĕçнĕ, карчăк, — Тимахви пĕр ури çинчен теприн çине пускаласа илчĕ, каллех пĕр курка сивĕ шыв ĕçсе ячĕ.
— Кала, çакатăн-и, хывăх пуç?
— Çитĕ юрлама. Каланă та иртнĕ, — çиленнĕ пек каларĕ Тимахви, унтан йăпатнă пек пулса: — Мунча хутасчĕ, карчăк, — терĕ.
— Кай та хут. Санăн мунчара мар, тинĕсре çăвăнсан та, хура юнлă чуну тасалас çук, — арăмĕ вăрт çаврăнчĕ, кăмака хушшине кĕрсе кайрĕ, пĕтĕм пĕвĕпе чĕтренсе ĕсĕклени илтĕнчĕ.
Тимахви, урлă калаçсан е ытла ӳсĕр чухне, арăмне мĕн алла лекнĕ унпа хĕнесе, çиллине ирттерсе яраканччĕ, нумай вăхăта суранлатса хăвараканччĕ, анчах халĕ вăл алăка та ерипен хупса тухса кайрĕ.
Тимахви, пысăк мула хапсăнса, Хурамал ялĕнчи пуян çыннăн ватта юлнă хĕрне çураçса, кĕрлĕ-шавлă туй тунă, хăйсен ялĕнчи пуянсен хапхисем çине тĕрленĕ алшăллисем çакса тухнă. Малтанхи арăмĕ ӳт-тир енчен имшер, чунĕ енчен хăрхам пулнă, ача чухнех шăтан-юханпа чирленĕрен кукар мăйлă пулса юлнă. Тимахви туй тамашине пуçласа яриччен хăйне май шухăшласа хунă: кĕрхи чĕп асси пек имшер чун нумаях пурăнаймĕ, хулăм ячĕпе килнĕ мулне хăварса, леш тĕнчене ăсанĕ, тенĕ. Анчах хĕрарăм вилĕме пăхăнса тăман, епле кăна патак çисен те, пурăннă та пурăннă. Тимахви пĕрре, Энтрипасар ярмăрккинчен таврăннă чух, чылаях ӳсĕр пулнă, арăмне туртаран кăкарнă, саламатпа çурăм тăрăх хĕнесе пынă, лашине юрттарнă, вара леш, мăнтарăн чун, çул çинчех тĕшĕрĕлсе аннă та вилсе кайнă.
Тимахви, урçа пулса юлсанах, çĕне арăм шырама тытăннă, хальхинче кăйттăм-кайттăм чуна мар, пиçсе çитнĕ илемлĕ хĕре илесшĕн пулнă, чылай çĕре евчĕ ярса пăхнă, анчах арăмне хĕнесе вĕлернĕ çынна пуянлăхне хапсăнсан качча каяс текенсем тупăнман. Евчĕсен сăмахĕсем, епле пылак пулсан та, масар çинчи çăхан сасси пек илтĕннĕ. Тимахви, Йĕлмекассинчи çынсене мĕн ачаран пĕлсе тăракан каçăр пуçлă вĕçкĕн этем, Ямшăк Михалин йăмăкне Кăрахьяна куç хывнă, илетĕпех тесе шухăш тытнă та ытти хĕрсем çинчен шухăшлăма та пăрахнă.
Ку хыпар Кăрахьян хăлхине пырса кĕнĕ, вара вăл, тискер çын вăрласа каясран хăраса, каçсерен урама тухса çӳреме пăрахнă, килĕнче питĕрĕннĕ пек ларнă, анчах йĕкĕр çивĕтлĕ те кăвак куçлă хĕр, таврари каччăсен куçĕсене илĕртсе тăнă пулин те, хăйĕн инкеклĕ шăпинчен хăтăлса юлайман. Вăл Атăл хĕрринчи Аслă уй текен улăхран тантăшĕсемпе пĕрле утă çулса таврăннă, анса ларакан хĕвел аякри сăрт çинчи вăрмана лексе тăнă. Хĕрсене Йĕлмекассине çитме икĕ-виçĕ çухрăм кăна юлсан, сăрт хĕрринчи шĕшкĕлĕхрен сасартăк пилĕк-ултă хĕрĕнкĕ çын сиксе тухнă, Кăрахьяна ярса тыткă, шĕшкĕлĕхре кĕтсе тăракан урапа çине пăрахса, пусса выртнă, шик шăхăрса Чишма ялнелле чуптарнă. Çăварне чӳпĕк персе чикнĕ пирки Кăрахьян кăшкăрма та ĕлкĕреймен, тантăшĕсем шăри-шари çухăрнине çеç илтсе юлнă. Макăрса халтан кайнă хĕре кĕлете хĕве хупнă. Тимахви ăна икĕ вăрăм çивĕтĕнчен ярса тытнă. Пусмăр вырăнĕ çинче мăшкăл курнă хыççăн Кăрахьян пĕркенчĕк айĕнче тăнĕ çухалас патне çитичченех макăрнă. Çапла Ямшăк Михали йăмăкĕ, каçсерен вăйăра хăйсен ялне илем кӳрекен уçă саслă хĕр, чухăн та телейлĕ килтен пуян та хăрушă çурта килсе кĕнĕ, унăн çăра та вăрăм çивĕчĕсем часах юхма тытăннă.
Тимахви хапха умĕнчи юра тарăхса хырнă чух:
— Пуçра Çĕрпӳ пасарĕ кĕрлемест-и? — тесе хыттăн çухăрса каланине илтрĕ те кĕреçи çине тайăнса тăчĕ.
— Кĕрлет, акăш-макăш кĕрлет, — терĕ, урам варринче Лисук упăшки Лявук тăнине курса.
Лешĕ сарă кĕрĕк тахăннă, йыт тирĕнчен çĕлетнĕ çĕлĕкне пусарах лартнă. Тимахви ун умне тухрĕ.
— Тепре кĕрлетĕр те иртсе кайтăр, — терĕ Лявук, ирхи сивĕре пăртакçă пас тытнă мăйăхне икĕ аллипе икĕ еннелле туртса.
— Темле?..
— Мĕн темли унта? — тăрăхланă пек кулса, хĕрлĕпе сарă тĕс хутшăннă куçĕсене вылятса илчĕ Лявук. — Ĕнер ватă хурамана тымарĕпе туртса кăларас пек паттăрччĕ, халĕ пĕр туратне хуçма та хăранă пек тăратăн, куç шăрçинче ĕнерхи пек арăслан çук, темле хăравçă шăши именсе сиккелет.
— Ĕнер ытларах калаçнă ахăр, — Тимахви пуçне усрĕ те кăçатă пуçĕпе юра чакаласа илчĕ.
— Тупнă кулянмалли, — хăлхасăр çынпа пупленĕ пек кăшкăрса каларĕ Лявук. — Сурнă сурчăк çăпата çине ӳкиччен, вăй-хал пĕтиччен кĕрлер пĕрре! Манит майри патне каяр, çуттине янк ярар, турра та, шуйттана та пĕрле асăнар.
— Атя! — терĕ Тимахви, хапха патне пычĕ те кĕреçине хӳме урлă килкартине ывăтрĕ.
Арăмĕ пăрахса тарнăранпа Лявук пĕр пуса та шутлакан, çăкăр чĕллине те çурхах пек çинçе касакан хыткукарлăх йăлине манса кайрĕ, ĕçке ерчĕ, икĕ пиччĕшĕ уйăрса панă икĕ кĕлете те, пĕр купа пĕренене те сутса ячĕ, ĕлĕк нумай калаçма юратман пулсан, халĕ сăмах хутаçĕн çăварне уçса ячĕ, — эрех те калаçу, калаçу та эрех унăн кулленхи ĕçĕ пуйса тăчĕ. Вăл ӳсĕр шăв-шава пырса кĕчĕ те унтан тухасшăн тапаланса та пăхмарĕ, пурнăç йĕвенне пĕтĕмпех пăрахас пек, хăйне йӳле ячĕ; вара кайрĕ та кайрĕ, чарăнмарĕ.
Тимахвипе Лявук, ниçталла та пăхмасăр, ял хĕрринелле хăвăрт утрĕç, вĕсен ытлашши калаçас та килмерĕ. Кĕленче ăшĕнче ларакан çутă та шĕвек турă вĕсене туртсах та, чĕнсех те тăчĕ.
Ялтан тухса каяс çĕрте нимле хурăлтăсăр, пĕр пĕчĕк пӳрт ларать. Вăрçăччен çак кил-çурт типтерĕ кайманччĕ, пӳрт умĕнче пысăк пилеш тĕмĕ кĕркунне вучах пек ялкăшса ларатчĕ, Хура Митрук, яланах типтерлĕ тумланма юратакан çын, ачасем валли тĕрлĕ теттесем — тĕслĕ-тĕслĕ çунатлă кăлтăрмачсем, кăлтăр-кăлтăр çаврăнакан кăруçелсем туса сутатчĕ, çавăнпа кăна пурăнатчĕ, лĕпсĕркке те çăмламас лашине кӳлсе, пасартан пасара çӳретчĕ. Вăрçа кайса сас-хыпарĕ çухалнă хыççăн икĕ ывăл ачи те хĕрлĕ шатрапа вилчĕç, вара ватăлма пĕлмен лутра та тăпăлкка арăмĕ ирĕк çӳреме юратакан арçынсен йăпанчăкĕ пулса кайрĕ, ăнсăртран куç хĕссе илме те, хулпуççисене сиктерме те пĕлекен пулчĕ, яланах килĕнче çуттине тытма, ăна килекенсен кĕсйине якатса сутма вĕренчĕ, яланах такама та илĕртсе тăракан тум тăхăнас ăсталăха хăнăхса çитрĕ.
— Пирĕн килес, пилĕк таран пуç таяс, сана, Елпике, турра пуççапнă пек пуççапас, — терĕ Лявук тути хĕррисемпе кулса. Çакна вăл пĕрре кăна такмакламан пулас, çавăнпа та сăмахĕ пĕр такăнмасăр юхса пычĕ.
— Килĕрех! — тесе Елпике тимĕрпе тыттарнă симĕс арча çинчен сиксе тăчĕ, алăк патне пырса, чи малтан Тимахвие алă пачĕ.
— Ай-хай-хай! — ялкăшса кулса ячĕ Елпике, Лявука алă парсанах, — ал тупанне ан кăтăкла, тăр кăнтăрлах юрамасть.
— Алли кăпăк! — тĕрĕ те Лявук, Елпикене купарчинчен çăмăллăн çапса илчĕ. — Ах, кунта, Тимахви, кăпăкран та çемçерех.
Ялтан яла сутă ĕçĕпе çӳренĕ чух хĕрарăмсем çине хăй те куç ывăтма юратать пулин те, Тимахви хальхинче Елпике çинчен куçне илчĕ те урайне пăхса тăчĕ, мухмăра пула ялта усал ят илнĕ Лявукпа ерсе кайнинчен йĕрĕнчĕ.
— Мухмăрпа тарăхса хырăма çăпан тухиччен, Елпике чечекĕм, сĕтел çине кăларса ларт-ха çуттине, — терĕ Лявук, Елпике умĕнче пуç тайса. — Тӳлес пирки ан имен, пирĕн Тимахвин хулăн енчĕкĕ сăрантан, шăши те кăшласа шăтарас çук. Салтакла пул, Елпике!
— Салтак çинчен ан калаç эсĕ, Лявук, — терĕ Елпике, хальхинче ун сасси çилĕллĕ туйăнчĕ.
— Ма ара?
— Мĕншĕн окопра выртас чухне тӳшек çинче путатăн?
— Турри çапла хушнă, пăшал тытма сывлăх паман, мĕскĕн çуратнă, Елпике.
— Мĕнле чир?
— Пӳсĕр.
— Ыттисене суйса пар, мана мар, Лявук, — хыттăн каласа хучĕ Елпике. — Эсĕ вулăсрисене пыл панă теççĕ. Миçе катка? Кала!
— Ахалех йĕкĕлтесе ан тăр-ха, — калаçу шала каясран именнĕ пек йăваш каларĕ Лявук. — Çуттине кăлар та ларт сĕтел çине.
— Кăларасса кăларăп, анчах мĕнпе тӳлетĕр? — Елпике, Лявука тĕртсе ярса, Тимахви умне пырса тăчĕ.
— Хакĕ пирки ан хăра ĕнтĕ, Елпике! Пĕр ял çыннисем-çке, килĕшме пĕлĕпĕр, — тесе Тимахви тĕпелти сак çине кайса ларчĕ, ĕнер аташнисем асран каймарĕç, сăпса вĕçсе кĕнĕ пек, пуçра сăрăлтатса тăчĕç.
— Тимахви, — терĕ Елпике, — укçа кирлĕ мар, халĕ унăн пайти çук. Эсĕ мана пăртак çитсă е ытти япала памăн-ши?
— Тутăр парăп. Хĕррисене çырла сапакĕсем ӳкернĕ.
— Сана тутăр, пире алтăр! — кăшкăрса ячĕ Лявук. Елпикене ыталама тăчĕ, леш ăна тĕртсе ячĕ те тăваткал хăмана çекĕлĕнчен тытса çĕклерĕ, тĕпсакайне хăвăрт анса кайрĕ.
Илемлĕ калаçса тĕлĕнтерме тăрăшакан çăмăлттай Лявука çиленсе, Тимахви ним тума пĕлмен енне пӳрте йĕри-тавра пăхса ларчĕ. Типтерлĕ ăста Хура Митрук салтака тухса кайнăранпа пӳрте тасатсах кайман пулмалла: кĕтесре тусан витнĕ эрешмен картисем усăнса тăраççĕ, çыпăçтарнă хаçатсем саралса кайнă, унта-кунта хăмпăланса çурăлнă. Пĕренесем çине ачасем канфет хучĕсем çыпăçтарни çаплах тăрать. Хура Митрукăн икĕ ывăлĕ питĕ хăюсăр та илемлĕ пулнине астуса илет Тимахви, вĕсем ун патне вак-тĕвек япала илме пыратчĕç.
— Канфет кирлĕ-и? — пĕррехинче ыйтрĕ Тимахви вĕсенчен.
— Çук. Атте вăрçăран килтĕр-ха, вара çитерĕ, — тесе иккĕш те пĕр харăс каларĕç.
— Ашшĕ те килмерĕ, ачисем те çĕре кĕчĕç, — тесе шухăшлать Тимахви.
Тимахвин хăш-пĕр чухне çынна хĕрхенес туйăмĕсем усал чунĕнчен вĕçерĕнеççĕ, анчах вĕсем нумая пымаççĕ, шыври хăйăр тĕмески пек пулса курăнаççĕ те пылчăкла та пăтранчăк кăмăл хумĕсем айне пулаççĕ.
— Тыт, Лявук! — илтĕнчĕ тĕпсакайĕнчен Елпике сасси, тăснă алăра хĕрлĕ пуçлă кĕленче курăнчĕ.
— Турă пĕлĕтрен анмасть, тĕпсакайĕнчен тухать, — терĕ Лявук, кĕленчене илчĕ те пăккине çапса кăларчĕ, сĕтел çине пырса лартрĕ. — Халĕ ĕнтĕ пуçри Çĕрпӳ пасарне кĕрлеттерĕпĕр, Тимахви! Çапла-и? Э?
Тимахви ним те чĕнмерĕ, чараксăр усал кăмăлĕ каллех ахăрса тухасса сисрĕ, ăна малалла тем пуласси хăратрĕ, анчах вăл аллине сулчĕ те Лявук килсе лартма ĕлкĕрнĕ черккене эрех ячĕ, теприне Лявук валли тултарчĕ.
— Чипер пурăнмалла пултăр, Лявук! — терĕ сиввĕн те хыттăн, пĕр черккене çавăрса хучĕ, йӳççине туйма ĕлкĕриччен теприне тултарса ĕçрĕ, сĕтел çинче çыртмалли çуккине кура йĕпе тутисене кĕрĕк аркипе шăлса илчĕ.
— Çыртмалли те пур, — тĕпсакайĕнчен тухнă Елпике пĕр турилкке тăварланă хăяр пырса лартрĕ, иккĕшне çĕçĕпе çурмалла касрĕ те кĕленче çине пăхса илчĕ. — Эсир мана кĕтесшĕн те пулман, черкке тӳнтерме те ĕлкĕрнĕ.
— Тимахви çунса ларать, — терĕ Лявук, Тимахвин хĕрелсе кайнă куçĕсем çаврăнса илнине курсан, хатĕрленĕ сăмахне калаймарĕ, çăтса ячĕ.
— Тепĕр черкке кирлĕ, — терĕ Тимахви сасартăк лăпкă та ачаш кăмăллă пулса. — Айван пуçăм сăрăлтатма пăрахрĕ. Эмел панăшăн сана тавтапуç, Елпике. Малашне, нӳхрепе пĕр черкке лартсан, виççĕ ӳсмелле пултăр.
Тимахви Елпике илсе килсе лартнă черккене те, ыттисене те тултарса тухрĕ.
Черкке хыççăн черкке ĕçни Тимахвие, пĕр хĕлхем çăкăр хыпмасан та, пысăк вăй кĕртрĕ, ĕнерхи шухăшсем çунатланса кайрĕç те пуç мимине пăлхатма тытăнчĕç. Сĕтел хушшинче ларакан Тимахви хăйне йĕнерленĕ лаша çинче ларнă пек туйса илчĕ — халĕ ĕнтĕ урам тăрăх шак сиккипе чуптармалла, çĕлĕке хăяккăн лартмалла, шухăш хăмла пек вĕçмелле, алă кӳсек пек çапмалла.
— Эпĕ урă чухне санпа юнашар та лармастăп, — терĕ Тимахви, Лявук çине урмăшса кайнă куçĕпе пăхса илсе, — мĕн эсĕ? Кантăр чӳпĕкĕ кăна! Арăмна та тытма пĕлмерĕн. Станук Макçи хĕрĕ Лисук сан çине сурма та йĕрĕнчĕ, тухрĕ те тарчĕ.
— Манăн мĕн тумаллаччĕ вара? — хăйне тыттарса ярасран хăраса, йăваш сасăпа каласа хучĕ Лявук. — Хĕрарăм кĕсре мар, ăна тăлласа тытма çук. Тăлласан та, салтать те тарать.
— Сан пеккин килĕнче çын пурăнать-и, çиме çукран шăна та вĕçсе каять, — Тимахви Лявук çине шăтарас пек пăхса илчĕ. — Арăма ăна çивĕтĕнчен ярса тытмалла. Пĕлетĕн-и, ман умра арăм чĕрне вĕççĕн çӳрет!
— Пĕлес килмест.
— Мĕн пĕлес килет?
— Пĕлместĕп.
— Камунсем çинчен-и? — халĕ ĕнтĕ Тимахви, юри вăйне кăтартас тесе, урай хăмисене кисрентерсе çӳреме тытăнчĕ, анчах выçă варла ĕçнĕ эрех хăвачĕ урисене чалăштара пуçларĕ.
— Камунсем çинчен кала эппин! — Лявук та сĕтел хушшинчен тухрĕ, чылаях хĕрсе çитнипе хĕрелсе кайнă Елпике арки çине пырса ларчĕ.
— Хăвалăхри Уланкă камунне хĕртме каятпăр-и? — Тимахви кăкăрне каçăртса, аллисене сулкаласа Лявук умне пырса тăчĕ. — Шикли шикленет, кĕрĕкне пĕркелет... Эх, хăравçă!..
— Каяр! сиксе тăчĕ Лявук.
Шавласа тăнă вăхăтра алăк уçăлчĕ те Кăрахьян кĕрсе тăчĕ, хăйне хĕнесе пĕтересрен хăранипе пулас, пĕр сакăр çулхи ывăл ачине те илсе килнĕ.
— Тимахви, киле манса каяс марччĕ, — терĕ вăл тутине уçи-уçми йăвашшăн; сассинче çиленни те, ниçта кĕрсе кайма çук хурланни те сисĕнчĕ.
— Эсĕ ман хыççăн йĕрлесе çӳретĕн-и? Э? — терĕ Тимахви, Кăрахьян патне чышкисене чăмăртаса пырса.
— Анне! — тесе çухăрчĕ те ывăл ачи амăшне хăвăртрах пӳртрен туртса кăларчĕ.
Тимахви, автанла мăнкăмăллăхпа чышкисене силлекелесе, каялла, сĕтел патнелле утрĕ.
— Кунта хăпарту пур çинче Кăрахьян пек хыт çăкăрпа пурăнатăп-и? Э-эх! — терĕ те Тимахви, Елпикене икĕ аллипе çĕклесе илсе, кĕтесре хăпарса тăракан тӳшек çине пашт ывăтрĕ.
— Хи-хи-хи! — тесе кулса ячĕ Елпике, уçăлса кайнă кĕпине витмерĕ, çывранçи пулса, куçне хупрĕ...
10
Чӳречерен анакан хĕвелĕн каçхи çути ӳкнĕ вăхăтра Тимахви тӳшек çинче вăранса кайрĕ, урайĕнче çӳçне сапаласа пăрахса çывăракан Лявука курчĕ. Сăхман тăхăннă Елпике вут çĕклесе кĕчĕ те кăмака умне пăрахрĕ, Тимахви çине куç хӳрипе те пăхмарĕ.
— Елпике! Э! — тесе Тимахви вырăн çинчен сиксе тăчĕ. — Ну, пăртакçă мухмăр уçас та уттарас.
— Хупа пĕрле Лявука та илсе кай.
— Унпа мĕн тăвас?
— Эсир Хăвалăха каясшăнччĕ.
— Мĕн тума? — Тимахви, хăй каланине чиперех астăвать пулин те, пĕлмĕше печĕ.
— Ара, Уланкăна хĕнес темерĕр-и?
— Мана сыпма пар, нумай ан калаç!
Чăнах та, Тимахви Лявукран уйрăлас тенĕччĕ, анчах лешĕ тĕпсакай хăми çине урлах выртнă иккен.
— Тăр! — терĕ Тимахви, Лявука хыçалтан урипе пырса тапрĕ, икĕ аллинчен сĕтĕрсе, тăратса лартрĕ.
— Мĕн, ара? — хăй ăçтине те манса кайнă Лявук куçĕсене сăтăрса илчĕ, сак хĕрринчен аллипе тытса тăчĕ.
— Ах, пуç ыратать, — терĕ вăл, Тимахвие курсанах мĕн пулса иртнине ăнланса илчĕ. — Пуç тӳрлетер терĕмĕр, каллех чирлерĕмĕр.
Тимахви пăтранчăк шухăшра ларнă вăхăтра Елпике тĕпсакайне анса тухма та ĕлкĕрчĕ, хальхинче турилкке çине хăярпа пĕрле çăкăр чĕлĕ те хучĕ. Тимахви никама та тав туса калаçса тăмарĕ, кăмака умĕнчен шурă чей курки илчĕ те икĕ хутчен тултарса ĕçрĕ.
— Тултарса парасса ан кĕт. Хăвăн та аллу пур, — терĕ Лявука, хăй хăярпа çăкăр татăкĕ тытрĕ, апат тутине пĕлмесĕр, юлхавлăн чăмлама тытăнчĕ.
Халĕ унăн çĕмĕрес те ахăрас кăмăлĕ тăвăлса килчĕ. Пĕр эрне ытла ĕнтĕ вăл ĕçкĕ сĕрĕмĕнче çӳрерĕ, хăйĕн суту-илӳ ĕçне мансах кайрĕ, килĕнче куллен тенĕ пекех тăвăл кăларчĕ, унран ачи-пăчи тарса пытанакан пулчĕ.
— Тӳлеме манса ан кай, Тимахви, — терĕ Елпике, Тимахвин тайăлса кайнă çĕлĕкне тӳрлетсе лартрĕ.
— Манмăп, — терĕ Тимахви, ура çине тăчĕ, çывăрнă чухне те хывман кĕрĕкĕн лутăрканнă аркисене тӳрлеткелерĕ, стена çинче çакăнса тăракан, çуллах шăнасем вараласа пĕтернĕ пĕчĕк куçкĕскире хăйне курчĕ: сухалĕпе мăйăхне яланах хырса тăраканччĕ, халĕ вĕсем ашкăрса ӳссе кайнă, питçăмартисем çине кĕрен пăнчăсем персе тухнă, куç улмисем хĕрлĕ тымарлă.
— Пахча мĕлки! — тесе шухăшларĕ хăй çинчен Тимахви, ниçта кайма та аптрарĕ, аскăн хĕрарăм килĕнчен арăмне хăваласа янă хыççăн кил ăна тем пек хăрушă туйăнчĕ, чунĕ ниçта ларма турат тупайман çăхан пек пулса кайрĕ. Нимле те тĕл тупаймасăр вăркакан шухăшра эрех пуçа савăнăçлăн анратмарĕ, ахалех ӳт-тирте саланса пĕтрĕ; юлашкине Лявук ĕçсе пĕтерме ĕлкĕрнĕ, ӳсĕр те тĕссĕр куçĕсене хупи-хупми тĕлĕрсе ларать.
— Пар тепĕр кĕленче! — кăшкăрсах каларĕ Тимахви.
— Ай, тур-тур, Тимахви! Ытлашши пулĕ, аташтарса ярĕ, — ӳкĕте кĕртесшĕн тархасларĕ Елпике, аллисене кăкăр умне тытрĕ.
— Аташсан та, пурпĕр, — терĕ Тимахви; сасартăк унăн ыйхăллă куçĕсем уçăлса кайрĕç, çамки тирĕ пĕрĕнсе илчĕ
Вăл Елпике панă эрехе курка хыççăн курка тултарса ĕçрĕ, юлашки куркапа Лявука сăмсинчен тĕртрĕ:
— Ĕç!
— Мĕн? — терĕ лешĕ ыйхă витĕр.
— Ĕç те, каяр.
Тимахвипе Лявук, пĕрне-пĕри ним те чĕнмесĕр, пĕр-пĕринчен тарас пек чылай уйрăлса утса пычĕç.
— Мĕн шухăшлатăн? — терĕ Лявуксен çурчĕ тĕлне çитес чухне Тимахви.
— Хăвалăха епле кайăпăр-ши?
— Кайăпăр та Уланкăна тыллăпăр.
— Каяр, Тимахви! Эпĕ лаша утланăп та сан пата пырса çитĕп, — терĕ Лявук, хăй васкаса утрĕ.
Тимахви пӳртне кĕрсе тăмарĕ, тимĕр кăвак лашана йĕнерлесе утланчĕ те, хапхана хупса хăвармасăрах, юрттарса тухрĕ, хăй чылаях ӳсĕрĕлсе çитнине сиссен те, Лявук умĕнче намăса кĕрес мар, панă сăмаха тытас тесе хăюланчĕ, нумай вăхăт пуçтарса пынă чи çилĕллĕ те усал шухашĕсене пĕр тĕвве тĕвĕлерĕ. Чăнах та, ял вĕçĕнчи хăва патĕнче ăна Лявукăн çӳрен лаши хуса çитрĕ.
— Чăнах та, Уланкăна тыллатпăр-и? — Лявук именерех сасăпа ыйтрĕ.
— Хăратăн-и?
— Çук та...
— Сехрӳ хăпса тăрать пулсан, çавăрăн та килне вĕçтер! — хăр-харрăн татса хучĕ Тимахви, чĕлпĕрне карт туртрĕ те лашине уттарчĕ. Вĕсене хирĕç пĕр этем хуллен лĕпсĕртетсе килет, те хĕллехи çул йывăртан, те ывăнса çитнĕрен, хăй тайкаланать.
— Туртма çук-и сирĕн, ырă çынсем? — терĕ вăл, лаша пуçĕсемпе пĕр тан пулсан, çул айккине пăрăнса тăрса.
— Ăçтан? — терĕ Тимахви, лашине чарса.
— Хусантан.
— Ăçтисем?
— Шупашкар енчиех эпĕ. Ял ятне каласан та, пĕлеймĕр.
Кивĕ те çухасăр пальто тăхăннă пĕр хĕрĕх çулхи çын Лявук панă тапака чĕркерĕ, кĕсйине хыпаларĕ.
— Ме! — терĕ Тимахви, шăрпăк йĕнни ывăтса.
— Хулара выçăхса çитнĕ хыççăн яла туртăнтăм. Мĕн пулĕ? — терĕ çул çинчи çын, чикарккине чĕртсе ярса, хăй шăнса кăвакарса кайнă.
— Ялти камунсене пĕтермелле тесе калаççĕ-и хулара? — çемçен ыйтрĕ Тимахви.
— Ялти пуянсене пĕтермелле тенине илтнĕ эпĕ, — терĕ хирĕç пулнă çын.
— Эсĕ камунсен майлă-им? — терĕ Тимахви, леш çын каялла панă шăрпăк йĕннине кĕрĕк кĕсйине чиксе.
— Майлă пулмасăр, — чикарккине савăнсах ĕмсе каларĕ çын.
— Апла эсĕ, килне çитсенех, пуянсене ташлатма тытăнатăн ĕнтĕ. Тахçанах çапла кирлĕ вĕсене, — Тимахви, çул çинчи çынпа майлă калаçасшăн пулса, ахăлтатсах кулса ячĕ.
— Эпĕ пурнăçра темле асап та курнă. Халĕ ĕнтĕ пуянсем те курччăр, — çын юр çине хунă йăлмаклă хутаçне çурăм хыçне çакрĕ. — Чипер пулса тăрăр, — терĕ те утма хатĕрленчĕ,
— Кайма ан васка-ха, санăн юмахна тата итлес килет, камун çури! — тесе хытă каларĕ те Тимахви, лашине çавăрса, кивĕ пальтоллă çын çулне пӳлсе тăчĕ. — Каялла ут, камун!
— Эпĕ ахаль рабочи, — хăраса ӳксе те тархасласа каларĕ сасартăках шурăхса кайнă çын.
— Ялта калаçăпăр. Ут! — Тимахви çынна çурăм тăрăх саламатпа сăтăрса илчĕ. — Ан та кăкар мăйĕнчен! — яланах йĕнерĕ çумĕнче çӳретекен тилхепе тĕркине салтса ывăтрĕ Лявук умне.
— Тупата турăшăн, коммунист мар. Çулла Хусанта пристань çинче тиев йăтса тертлентĕм, хĕлле хула урамне шăлса пурăнтăм. Тархасшăн хĕрхенĕр, айăп ан тăвăр! — юлашки вăйне çухатнă çын йăванса кайрĕ.
Лявук ăна пуçĕнчен пĕрре тапрĕ те мăйĕнчен кăкарса туртрĕ, антăхакан çын чĕлхине кăларса пăрахнине курсан, пăвмалла мар йăлмак турĕ.
— Тăр! — Тимахви лаша çинчен пĕшкĕнсе саламатпа çапрĕ, çыннăн ырхан питçăмарти çине юн тухрĕ.
Чылай выртсан, çын аран-аран ура çине тăчĕ те утма пуçларĕ, икĕ алсишне юр çине пăрахса хăварчĕ. Малта пыракан Лявукăн тилхепи вĕçĕнчен кăкарнă çын ерипен пырать, такăнса ӳкет те хăйне сĕтĕрекен тилхеперен ярса тытса çĕкленет, хушăран Тимахви ăна çурăмĕнчен саламатпа сăтăра-сăтăра илет.
Хăвалăха кĕрес чухне хĕлле те пăсланса выртакан шурлăх хĕрринче пĕр кукăр хурама пур. Ăна хăйĕн ĕмĕрĕнче темиçе хут та аçа çапса çурнă. «Йĕрĕх хурами» теççĕ ăна, унта чир-чĕрле асапланакан çынсем юсман та, нухрат та, пушăтран касса тунă выльăх кĕлеткисем те пăрахаççĕ. Çакăнта çитсен, Тимахви хушнине итлесе, Лявук лаша çинчен сиксе анчĕ.
— Çавăт! — тесе кăшкăрчĕ Тимахви, çынна виçĕ хут çурăмĕнчен те, пуçĕнчен те çапса илчĕ, çын ураран йăванчĕ.
Вĕсем иккĕш йăванса кайнă çынна темле тапсан та, Урисенчен сĕтĕркелесен те тăратаймарĕç.
— Юлашки сăмахна кала! — тесе çухăрчĕ Тимахви, ӳсĕр вăхăтра тапса тухнă çиллине шăнарайман енне çынна урисенчен тытса сĕтĕркелерĕ.
— Мĕншĕн эсир мĕскĕн çынна вĕлеретĕр-ши? — аран сывласа каларĕ çын. — Хулара хам выçă пурăнтăм, ялта тăватă ача. Мĕнле те пулсан пулăшаймăп-ши мĕскĕн ачасене, тесе киле таврăнаттăм, çитеймерĕм.
— Халĕ, камун, тăранăн, — терĕ те Тимахви тилхепен пĕр вĕçне Лявука пачĕ, вара вĕсем месерле выртакан çынна хурама патнелле сĕтĕрчĕç.
Тимахви тилхепе вĕçне ватă хураман пĕртен-пĕр турачĕ урлă ывăтрĕ те вĕçне ярса илсе туртрĕ. Унчченех вилме ĕлкĕрнĕ хура пальтоллă ырхан та çăмăл ӳтлĕ çын тилхепепе туртнăçем хăвăрт çĕкленсе пычĕ, çав вăхăтра Хăвалăх ялĕ енчен виçĕ çын килни каçхи тĕттĕмре мĕлкесем пек çеç курăнчĕç те каялла чупсах тарчĕç,
— Мĕн пур-ши? — терĕ Лявук, силленсе тăракан çыннăн кĕсйисене ухтарса.
Вăл пĕр пĕчĕк пукане, пĕр катăк сахăр туртса кăларчĕ, ывăтса ячĕ.
Вĕсем, лашисене утланса, Хăвалăх ялне кĕнĕ чухне укăлча хапхи умне, леш виçĕ çын пĕлтернине илтсе, чылаях халах пухăнса тăнă, ахăр самана çитет текен усал хыпар килсе тухасса кĕтеççĕ. Чишма çыннисем — Каюра Тимахвипе Пĕтĕлти Лявукĕ кăна килсе тухни вĕсене тĕлĕнтерет те, хăратать те.
— Пĕр камунне çакса вĕлертĕм! — йĕнер çинче юри сулланса, мухтаннă сасăпа каласа хурать Тимахви, лашине саламатпа çапса илет те, чĕлпĕрне карт туртса, чĕвен тăратать. — Мĕнле сирĕн камунсем, сывах-и? — тесе ыйтать, куçхаршисене антарса, кăррăн пăхса илет.
Никам та чĕнмест, мĕншĕн тесен вĕçкĕн Каюра Тимахви урăхла самана пуçласа ярасса пуянсем те ĕненсех каймаççĕ.
— Камунсем сывах-и вара? — Тимахви лашине чарса тăмасть, чăлпар саланса çул паракан халăх хушшинчен Лявукпа пĕрле тухса каять, хăйне юмахри паттăр çын пек тытма хăтланать, анчах урăлма тытăнни пĕр енчен ăна хурама çинчи вилене аса илтерсе хăратать, тепĕр енчен вĕçкĕн шухăшне кăркка аçи çуначĕ пек хăпарма памасть.
— Ытла çăмăлттай хăтлантăм-çке, — тесе Тимахви пуçне усса пыракан Лявук çине пăхса илет, лашине тăкăрлăка пăрса кĕртет, çыран хĕрринчи мунча умне çитерет те сиксе анать — кунта ĕлĕк пысăк лавкка тытнă Тилли Куçмин çемйи пурăнать, çурчĕ çунса кайнă хыççăн вăл нимле хуралтă та лартман, пĕтĕмпех чухăна пенĕ.
Тимахвипе Лявук мунчана кĕрсе каяççĕ, мачча ытла лутра пирки пĕшкĕнсе алăк патĕнче тăраççĕ.
— Кам унта? — илтĕнет кăмака умĕнчен карчăк сасси.
— Тимахви эпĕ, Чишмасем.
— Тахçан та килсе курманччĕ...
— Куçма пичче çук-им?
— Килтехчĕ, халĕ çеç тухса кайрĕ. Йĕрĕх хураминчен пĕр камуна çакса вĕлернĕ тет-и?
— Эпир çакса вĕлертĕмĕр ăна, — юлашки вăхăтра ăшне кайнă сассине хулăнрах кăларма тăрăшса каларĕ Тимахви.
— Тем те пулĕ халĕ. Пирĕн Левентей вăрçа каясран тарса çӳрерĕ те хăйне вилĕм тупрĕ. Вăрман тĕпекĕнче персе пăрахнă, — мăкăртатса карчăк кăмака умĕнчен тухрĕ, вĕсене алă пачĕ, тĕттĕмре унăн тумĕ те, пичĕ те курăнмарĕ.
— Каяс пулĕ, Лявук? — терĕ Тимахви, карчăка хăйсем ахаль килменнине систерес тесе.
— Ара, ларăр-ха. Куçма йыснăр килĕ ĕнтĕ.
— Тĕрĕссипе каласан, аппа, чун çунать, — Тимахви макăрса ярас пек хурлăхлă каласа хучĕ.
— Ку саманара камăн чунĕ вырăнта-ши? — илтĕнчĕ вĕсемпе калаçма ютшăнакан карчăкăн сасси.
Тимахви хăйĕн усал та суккăр çилли ăна чăнкă çыран патне илсе çитернине ăнланса илчĕ, пĕтĕм çан-çурамĕпех чăм тара ӳкрĕ. Кĕсйинче пĕчĕк ача валли пĕр пуканепе сахăр катăкĕ кăна илсе килекен кивĕ пальтоллă çынна çакса вĕлерни ăна паттăра кăлараймарĕ, хăйне вилĕм патне илсе пычĕ. Ку тавраран тухса тарма ĕлкĕрĕ-ши?
— Аппа, ăша пусарма эрех тупаймăн-ши?
— Ăçтан тупăп-ши, Тимахви шăллăм? — ытла та шелленĕ пек каласа хучĕ карчăк.
— Мана хĕрхенмесен, аннене аса ил. Чун ыратать, аппа.
— Хамăн урана эмеллеме усраттăм та.
Тимахви хăйĕн амăшĕпе пĕр тăван йăмăкĕ патĕнче, милĕкпе шапа шăрши кайсах çитмен мунчара, Пĕтĕлти Лявукĕпе пĕрле юлашки хут сак çине ларчĕ, тĕттĕмре вĕсем иккĕш пĕр кĕленче эрех ĕçсе пĕтерчĕç, нимĕн те калаçмарĕç, пурнăç кантăри сӳтĕлсе вĕçне çитнине пĕр-пĕринпе канашламасăрах иккĕш те сиссе илчĕç; вĕсен умне çĕр çинче юлашки усал ĕç тăвас хура ĕмĕт тухса тăчĕ.
— Эпир, аппа, халех килĕпĕр, — терĕ те Тимахви мунча алăкне хăвăрт уçрĕ.
Вĕсем иккĕш те, юпаран кăкарнă лашисем кĕрĕк аркинчен турта-турта апат ыйтнине туймасăр, урампа ушкăн-ушкăн халăх иртнине пăхса, мунча умĕнче чылай вăхăт тăчĕç: йĕрĕх хурами патĕнчен таврăнакан çынсем калаçа-калаçа иртни каçхи сивĕ те лăпкă сывлăшра лайăх илтĕнсе тăчĕ.
— Мăнтарăн çыннине ахалех çакса вĕлернĕ, — терĕ пĕр хĕрарăм сасси, — аллă тенкĕ укçине çĕлĕк хушшине чикнĕ. Аллă тенкĕ мĕн вăл хальхи саманара?
— Ĕçкĕпе алхасса кайнă икĕ шуйттан çул çинче камун тупнă, — терĕ ватăрах арçын сасси. — Хăрах алли вăрçăра аманнă çынна çакса вĕлернĕ. Вĕçкĕн Каюра Тимахвипе ухмах Лявукран ăс кĕтме пулать-и? Ых, ку пуянсене!
— Изосим Онисимович, мĕн тăвăпăр-ши? — терĕ иккĕн çеç утса пыракан çынсенчен пĕри, малалла мĕн калани илтĕнмерĕ.
— Улангин сасси, — терĕ Тимахви Лявука.
Икĕ çын кĕпер урлă каçса кайсанах, Тимахви Лявука çаннинчен туртрĕ. Вара вĕсем тăкăрлăкран тухрĕç те, икĕ çын хыçне чылай аякка юлса, енчен енне пăхкаласа утрĕç, леш икĕ çын ял Совет çурчĕ умне çитес чухне чарăнса питĕ шăппăн калаçрĕç. Лявукпа Тимахви çакна хăйсене тытас пирки канашланă пек ăнланчĕç. Улангин каялла хăй килне таврăнасса кĕтсе, вĕсем çул айккине йăпшăнса выртрĕç, сиксе ӳкме хатĕрленчĕç.
Нумаях та вăхăт иртмерĕ, ура айĕнче юр кăчăртатни илтĕнчĕ. Хура мĕлке килсе çитес чухне малта пыракан пăру пек пысăк йытă пĕр чупса пырса, пĕр чакса вĕрме тытăнчĕ, мĕлке кăштах чарăнса тăчĕ те каялла çаврăнса кайрĕ. Çав самантрах Тимахви сиксе тăчĕ, пĕтĕм кăкăрĕнчи сывлăшне пĕрĕхсе кăларса, виркĕнчĕ. Хăваласа çитесси тăватă-пилĕк сикĕм юлнă чух мĕлке яр уçă тăракан ял Совет хапхинчен кĕрсе кайрĕ, ун хыççăн йытă та тăрса юлмарĕ, пӳрт алăкне никам та уçса хупни сисĕнмерĕ, çавăнпа хашкакан Тимахви сукмак шыраса тăмарĕ, пахчари чĕркуççи таран юр ăшне пута-пута чупрĕ, йытă хытă вĕрнĕ енне пăхрĕ те хура мĕлке çырманалла анса пынине курчĕ. Вăл та ун хыççăн хуралса выртакан пĕчĕк шыв юххи урлă сирпĕнсе каçрĕ, çара та вĕтĕ хăва ӳсекен чăнкă вырăна хăпарма тытăнчĕ, вăйран кайса такăнса ӳкнĕ мĕлке патне çитес чухне хăй те такăнса, сивĕ юр çине месерле кайса ӳкрĕ, сиксе тăрас чухне ун çине йытă утланса ларчĕ, кĕрĕкне тĕк татнă пек тăлласа тăкрĕ. Этем хирĕç тăма хăтлансанах, йытă ăна пырĕнчен хыта çыртрĕ те ямарĕ...
Лявук Тимахви хыçĕнчен ĕлкĕрсе пыраймарĕ, сасартăк чикен чиксе сывлăша пăвса илчĕ, килкартне чупса мар, хашкаса утса кĕчĕ те унта никама та курмарĕ. Пăрланса ларнă чӳречерен сарă çутă ӳкнине кура вăл ял Совет кантурне кĕрсе кайрĕ.
— Ăçта эсĕ? — тесе кăшкăрсах ячĕ шурă халат тăхăннă çăра сухаллă çын.
Лявук тĕпелелле иртрĕ те сак çинче выртакан вĕри ӳтлĕ çынсене хыпаласа пăхрĕ, урисенчен турткаларĕ, хăй мĕн шыранине те ăнланмарĕ.
— Тиф кунта! — тесе кăшкăрчĕ халатлă çын.
Лявук хăраса ӳксе тухса тарчĕ, килкартинче чарăнса та, итлесе те тăмарĕ, виличченех тамăка кĕрсе ӳкнине ăнланчĕ те урампа васкаса утрĕ, нумай вăхăт ĕçке ерсе çимен, хăрушă тĕркĕшӳре анкă-минкĕ тухнă пирки халтан кайса çитрĕ, тайкаланчĕ. Вăл тĕттĕм чӳречеллĕ мунча патĕнче, чĕлпĕре юпаран салтса, лашине утланчĕ те чĕлпĕр вĕçĕпе ăна хытă çапрĕ. Çав вăхăтрах Тимахви лаши, каялла хытă туртăнса, кăкарнă чĕлпĕрне татса сикрĕ, ĕрĕхсе кайса, Чишма çулĕ çине тухрĕ. Тĕттĕм сывлăшра курăнми пулса пыракан Тимахви лаши хыççăн Лявук лаши шак сиккипе пычĕ, унтан сасартăк хартлатса сикрĕ те кутăн чакрĕ, Лявука хăй çинчен пуçхĕрлех сирпĕтрĕ, лашан таканлă урисем юра чавса пыни кăна илтĕнсе юлчĕ.
Чылай ним шухăшлама пĕлмесĕр выртнă хыççăн, Лявук ура çине тăчĕ, силленчĕ, ун-кун пăхкаларĕ: умрах, хăрăк тăрăллă хурама çинче, хура виле сулланса тăрать. Лявукăн пĕтĕм ӳт-тирне тар тапса тухрĕ, сехри хăпнипе вăл ура çинче тытăнса тăраймарĕ, юр çине месерле кайса ӳкрĕ: кăвак тӳпе çине тăрăнтарса тухнă сивĕ çăлтăрсем халех татăлса ӳкес пек туйăнчĕç. Сивĕ тытнă чухнехи пек чĕтрекен Лявук пĕтĕм вăйне пухрĕ, ура çине тăчĕ те çулсăр-мĕнсĕрех, армути кашласа ӳснипе хуран курăнса выртакан йăран тăрăх, вăрманалла талпăнса чупрĕ.
11
Вулăспа Хăвалăх хушшинчи çул çинче Изотова тапăнни икĕ вилепе пĕтнĕ хыççăн Иркка хăйсен ялне кăнтăрла та çӳреме хăра пуçларĕ: шиклĕ шухăш пĕчĕк чĕрене пăта пекех кĕрсе ларчĕ те ниепле те тухма пĕлмест. Сехре хăпартакан хыпарсем пĕрин хыççăн тепри тухса пыраççĕ, пĕр хăлхана юс пек пĕчĕк пырса кĕреççĕ, тепринчен кушак пек пулса тухаççĕ, пыра-киле юмахри арăслан пекех мăнланса каяççĕ. Халăх хушшинче кашкăрсем çинчен юптарни пăрахăçа тухнă çĕре таркăнсем пирки калаçма тытăнчĕç. Энтрипасар патĕнчи вăрманта таркăнсем пухăнса пĕр эшкер тунă пулать, ĕлĕк пурăшсем кăна пурăннă шырланта çĕр чавса, хăйсем валли питĕ пысăк çурт тунă, хăйсем çаратма тухса кайнă чухне алăкне пысăк чулпа хупласа хăвараççĕ-мĕн. Ăçта, хăш ялта хитре хĕрсем пуррине асăрхас тесе, чи илемлĕ тумланса, улахсенче пулаççĕ, вара кĕрхи пилеш пек хĕрсене вăрласа каяççĕ те леш хура вăрманти çĕр пӳртре эрнипе ĕçкĕ тăваççĕ, кайран та хĕрсене киле ямаççĕ, хăйсен çулĕсене кăтартса парасран хăраса, пурне те вĕлереççĕ, унтан çĕнĕ хĕрсем шыраççĕ.
— Хĕрĕсем хитре тумлă таркăнсем çине пăхса çу пек ирĕлеççĕ ĕнтĕ, çавăнпа серепене пырса лекеççĕ те, — тесе каласа хурать итлесе ларакан пĕр-пĕр çын.
— Вĕсем халĕ кăна çапла хăтланаççĕ, тет, — тесе юмаха малалла тăсать ăста чĕлхеллĕ калавçă, — камунсен ячĕсене пурне те хут çине çырса пыраççĕ, тет. Çуркунне вара вĕсем сĕм вăрмантан тухмалла, вулăссенче те, хуласенче те хăйсен саманине туса хумалла, тет. Ун пек таркăнсен ушкăнĕсем питĕ нумай, тет, пĕр-пĕрин çинчен пĕлсех тăраççĕ, тет, станцисенче хăйсен çыннисем пур, телеграмма çаптарса тăраççĕ, тет.
— Ара, мĕнле власть вара вĕсен? — тĕпчеме тытăнаççĕ итлесе ларакансем юмарт чĕлхеллĕ калавçăран.
— Вĕсен-и, вĕсен хăйсен влаçĕ, — тет, хăйне нумай пĕлнĕ пек кăтартса, калавçă. — Таркăнсем пичете хăйсен аллине илсен, пур хитре хĕрсемпе арăмсене те хăйсем патне пухаççĕ, вĕсем валли юри пысăк та илемлĕ çуртсем лартаççĕ, сăнарпа ӳт енчен начар хĕрсемпе арăмсене тата карчăк-кĕрчĕксене те манса хăвармаççĕ, пурне те пухаççĕ те вĕсенчен супăнь тăваççĕ, ялсенче ĕçлеме вăйпитти арçынсене кăна хăвараççĕ, стариксене вĕлерсе пĕтереççĕ, шăммисенчен тура тăваççĕ.
Ялсенче темле юмах-сăмах та çӳрет, шкула та пырса кĕрет, ачасен чĕрисене хăратать.
Ирккана кăмăллă Изотовсем патĕнче пурăнма çăмăл мар, мĕншĕн тесен сĕтел хушшине çиме лармассерен вăл хăйне ытлашши карланкă вырăнне хурса вăтанать, шӳрпе пăртакçă сыпкалать те тухса тарма пикенет.
— Çи, хĕрĕм! — тесе Татьяна Николаевна Ирккана хулĕнчен тытса лартать, аллине ирĕксĕрех кашăк тыттарать,
— Тăрантăм, тавтапуç, Татьян аппа! — тет Иркка, ырă хуçана çилентерес мар тесе, каллех пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн сыпма тытăнать.
Вăл вĕренме пăрахса тарĕччĕ, анчах ĕмĕрĕнче Лисук аппăшĕ пек мĕскĕне тăрса юласси, пурнăç урапи айне лексе аманасси хăратать ăна, пĕчĕклех пысăк шухăша ярать. Вăл хăш-пĕр чухне çĕрле вăранса каять, ыйхине сирсе ярса, çаврăна-çаврăна выртать, Татьяна Николаевна сарса панă шурă çиттие пăру хӳри пек пĕтĕрсе хурать, ирхине вара тăсса якатать.
Паян шкултан килсе çăмах яшки çинĕ хыççăн Маньăпа Иркка урама тухса çӳремерĕç, тĕттĕм пулса çитрĕ, Атăл пăрĕ çинче ярăнма хăрарĕç: ялсенче çӳрекен хăрушă хыпарсем вĕсен асĕнчен тухмарĕç.
Татьяна Николаевна çĕвĕ машинине кăмака патнерех лартнă та урипе пусса кăлтăр-кăлтăр çавăрать, хĕрлĕ сатинран пĕр шит сарлакăш хăюсем çĕлет, вĕсем çине, çиппе тĕрĕлесе, «Н. М.» саспаллисем лартса хурать.
— Мĕн çĕлет вăл? — ыйтрĕ Иркка Маньăран, хăлха тĕлĕнче пăшăлтатса: пурне те пĕлес шухăш канăç памасть ăна.
— Анне, мĕскер ку? — Маня амăшĕ çумне пырса тăчĕ; пĕр хăюне аллипе тытса çавăркаларĕ.
— Сан валли кĕпе, ачам, — терĕ те амăшĕ каллех машинине кĕрлеттерчĕ.
— Анне те суять, — кулса ячĕ Маня.
— Эсир, Ирккапа иксĕр, саспаллисене пĕлекен пулнă. Вулăр, — терĕ Татьяна Николаевна, Ирккана хăй патне чĕнчĕ.
— «Ăн»-па «ăм», — тесе тăсса каларĕ Иркка.
— Мĕне пĕлтерет «ăн»-па «ăм»? — Маня амăшĕн машинăран пушаннă аллинчен уртăнчĕ.
— «Народная милиция» тенине пĕлтерет, — Татьяна Николаевна кулса тăракан тутисене тăп тытрĕ. — Халăха хĕстерекен усалсем пур-и?
— Пур. Пирĕн ялти Варлам ытла усал, — терĕ Иркка, хăйĕнчен тата тем ыйтасса кĕтсе.
— Ун пек мурсене пăркăчлакан çынсен ушкăнне «милици» теççĕ, — Татьяна Николаевна аллине пĕр хĕрлĕ хăю илчĕ. — Вĕсем çакна сулахай çанă çине çĕлесе çӳреççĕ, ялсенче çĕнĕ йĕркене сыхлаççĕ.
— Çак «ăн»-па «ăм»-а курсан, усалсем хăраса укĕç-и? — Иркка сатин татăкĕ çине шĕвĕр пӳрнипе тĕллесе кăтартрĕ.
— Вĕсен тăшмансене хăратма пăшалĕсем, хăвăрт çитме лашисем пулаççĕ.
— Вĕсем ăçта пурăнаççĕ?
— Килĕсенче, Иркка.
— Каçхине çул çине те тухса пăхаççĕ-и, Татьян аппа?
— Тухаççĕ. Сан килне каяс килет-им, Иркка?
— Питĕ кайса курас килет. Çул çине тухма хăратăп.
Татьяна Николаевна хăйне сăпай тытма, урайне те шăлса кайма хапăл Ирккана хĕрхенет. Яланах кулма та сиккелесе çӳреме юратакан ача юлашки кунсенче хурлăхлă çӳрет. Вăтанакан пулчĕ, тем айăпа кĕнĕ пек калаçать, куçран пăхма именет. Татьяна Николаевна ăна темĕнле те йăпатма тăрăшать, анчах вăтану хуппипе хупăнса ларнă кăмăлне уçаймасть, тăранах çименнине сиссен те тепĕр хут лартса çитереймест.
— Çи-ха, çи, ачам! — терĕ вăл ăна пĕррехинче, хуллен ачашласа. — Эпĕ ак сирĕн пата хăнана пырăп-ха.
— Эпир чухăн çав, Татьян аппа. Мăянпа хутăш ыраш çăкăрĕ питĕ йӳçĕ, — мĕскĕн сасăпа каларĕ Иркка; ун аллинчи кашăк тухса ӳкес пек туйăнчĕ.
— Халĕ мар, эсĕ хĕр пулса çитсен, — терĕ Татьяна Николаевна, ача кăмăлне хуçнине сиссе.
— Манăн нумай вĕренесчĕ, эх, вара, Татьян аппа, сана темиçе эрне хăна тăвăттăм!
Икĕ хĕрачи те анасласа тăнине курсан, Татьяна Николаевна машина умĕнчен тăчĕ те иккĕшне те вырăн сарса пачĕ.
— Çывăрăр! — терĕ, лампăна пăрса пусарчĕ, ăна хăй умĕнчи пĕчĕкçĕ çавра сĕтел çине пырса лартрĕ, вара унăн мĕлки стенана пĕтĕмпех хупласа илчĕ.
Хура чӳречерен пин çăлтăрлă тӳпе, тĕнчере ним те пулса иртмен пек, лăпкăн пăхать. Йĕри-тавра шăпран та шăп, пĕр йытă кăна чуна çӳçентерсе уласа вĕрни хутран-ситрен илтĕнсе каять. «Вилĕ пуласса сисет», тесе калаççĕ ялти çынсем. Татьяна Николаевна, ун пек тĕшмĕшсене ĕненсех каякан хĕрарăм пулман пулсан та, сăхсăхса илет. Упăшкине вулăспа Хăвалăх хушшинчи çул çинче тапăннăранпа чĕри пĕрре те хăйĕн вырăнĕнче мар унăн, каçсерен ыйхи вĕçет, чылай тарăхса выртнă хыççăн кăтăш пулсан та, çуйкăн ыйхинче хăрушă тĕлĕксем курать, вара ирхине пуç йăн-ян каять, ал-ура чĕтрет.
Хĕллехи çĕр вăрăм пулни ĕлĕкрех савăнăç пекчĕ, халĕ инкек пекех тарăхтарать. Изотов ирхине кĕсйине çăкăр чиксе тухса кайрĕ те çаплах çук. Кунĕпех ялсенче çӳренĕ, халĕ темле лару пулнă пирки килне таврăнаймасть. Вал вулăсра ĕçлеме пуçланăранпа арăмĕпе калаçма вăхăт та тупаймасть, тутлă ыйхăран та писнĕ, ӳт-тир енчен те чылаях туртăннă. Тимĕрçĕре ĕçленĕ чухне урай хăмине кисрентерсе, хĕрнĕ тимĕрпе ялкăшса выртакан кăмрăк шăршине илсе килетчĕ, икĕ пăтлă туптавçа кунĕпех йăтса çапсан та, хăй ывăннине кăтартмастчĕ, урай вăрринчи пукан çине ларатчĕ те «Эх, выйду я на реченьку» юррăн кĕввине тăсса яратчĕ, апат çинĕ хыççăн тăсăлса выртса, улăп пек хытă çавăратчĕ. Халăх ĕçне илсе пырассинчен йывăрри нимĕн те çук: пурин кăмăлне юраймăн, хăшне юратмалла, ураран ӳкнĕ чух пулăшмалла, хăшне самана сунталĕ çинче сиктермелле, пуçран та, çурăмран та çапмалла — çавăн пек тимĕрçĕ пулса кайрĕ халь Дмитрий Изотович. Халăх сунталĕ çинче çĕнĕ самана саккунне туптама тытăнчĕ те хăй те хаяр вута кĕрсе кайрĕ, юрлама пăрахрĕ, хут купăсĕ тусан айне пулчĕ.
— Сывах юлĕ-ши? — тесе шухăшласа тăрать сивĕне пуçланă пӳртре Татьяна Николаевна.
Автан пĕрремĕш хут авăтнă хыççăн пӳрт умĕнче юр чĕриклетни, хытах калаçни илтĕнсе кайрĕ, алăк хăлăпне ерипен туртрĕç. Упăшкин ура сассине таçтанах пĕлме хăнăхса çитнĕ Татьяна Николаевна пăлтăр алăкне тухса уçрĕ.
— Мĕншĕн ытла вăрах? — терĕ вăл, ку ĕнтĕ хăйĕн кулленхи ыйтăвĕ иккенне пĕлет пулин те.
— Ыйха пире халĕ, Татьяна чунăм, кунне виçĕ сехет çывăрмалăх виçсе панă, — кулса ячĕ Изотов. — Патша чухне нумай çывăрнă, теççĕ.
Татьяна Николаевна, пусарнă лампăна вăйлатса, пӳрте йĕп шыраса тупмаллах çутатрĕ те апат хатĕрлеме кăмака умне кайрĕ.
— Кунта эпĕ, Дмитрий Изотович, суккăр пулса ларма та пултарăп, — терĕ Хĕр-Ваçка, хăй, чăнах та, куçĕсене шăлкаласа илчĕ.
— Мĕншĕн, ара?
— Эпĕ хĕле кĕнĕренпе пӳрте пĕрре те çутатса курман, краççын та çук, çутатас та килмест. Сăвăр пек пĕр-пĕччен пурăнатăп.
— Апла тискере тухса кайăн. Краççын кунта пăртакçă илме пулать, — Изотов Ваçкана алăк патĕнче хăрах ури çинче сиккелесе тăма памарĕ, унăн кивĕ шинельне хывса илсе, кайса çакрĕ.
— Çутатас килмест, Дмитрий Изотович, тĕттĕмре хуйхă курăнмасть, — кивĕ кĕрĕкрен çĕленĕ çанăсăр пиншаклă Ваçка пукан çине пырса ларчĕ. — Тавтапуç Чинука, ачасене пăхса ӳстерет, хăех тăхăнтарать, çитерет. Пуянсем арăма вĕлерчĕç; ача-пăчана тăлăха хăварчĕç. Ых, вĕсене! — Ваçка ассăн сывларĕ те пуçне усрĕ.
— Пуянсем, Ваççа тусăм, Йĕлмекассинче питĕ ирĕк пурăнаççĕ-ха, — терĕ Изотов, малалла тем каласшăнччĕ, анчах хăйĕн йывăр пурнăçне аса илсе тарăхса ларакан çыннăн кăмăлне хуçас темерĕ.
— Эсĕ мана çемçе тесе каласшăн ĕнтĕ, — Ваçка чăннипех те Изотов шухăшне тавçăрса илчĕ. — Манăн йысна Улангин Хăвалăхра хĕсме тытăннă, çĕр çинче Совет пуçланнине кăтартмаллах кăтартать. Хам тавра çынсене пуçтарса çитерем-ха, вара эпир Варламсене ташлатăпăр, хĕл варринче аслати авăттарма пуçлăпăр.
Икĕ çын хĕрӳ калаçса ларнă вăхăтра Татьяна Николаевна кăмакара нумайранпа ларса сивĕнме та ĕлкĕрнĕ купăста яшкине сĕтел çине килсе лартрĕ, икĕ турилкке тултарчĕ.
— Ларăр, — терĕ Татьяна Николаевна, хăйне хыткукар вырăнне хурасран именсе, Ваçка çине тинкерсе пăхса илчĕ. — Çăкăр çук, Ваçка, ан кӳрен, — терĕ.
— Пулсан та, Татьяна Николаевна, пире памалла мар: вулăсри начальниксене те, мана та мăян çăкăрĕ кăна çитермелле, — пĕтĕм çиллипе каласа хучĕ Ваçка.
— Мĕншĕн?
— Пирĕн ялтах çăкăр курман çынсем нумай, çав вăхăтра Варламсем ашкăнса пурăнаççĕ. Выççисем Варлама хирĕç пĕр сăмах калама та шикленеççĕ.
— Ĕлĕк те хăраса пурăннă та, тӳрех сиксе тăма именеççĕ ĕнтĕ, — терĕ Татьяна Николаевна, Ваçка шӳрпине кăна сыпса ларнине курса: — тĕпнерех çавăрса ил, унта çăмах пур, — тесе хушса хучĕ.
— Çăмах тесен, кашăкпа ăсма мар, хам яшкана сикме те хатĕр. Патшана тухсан та, эпĕ сĕтпе юрнă çăмах çийĕп, тесе каланă, тет, ĕлĕк, чар Иван чухне, пĕр чăваш. Сирĕн килĕре пырса кĕтĕм те, Дмитрий Изотович, сăмах хутаçне пĕтĕмпех салтса пăрахрăм: калаçас та калаçас килет. Килте çĕрле пĕр-пĕччен утса çӳретĕп те Укçинене аса илетĕп; чун шар çурăлса каять, урама тухса хам инкек çинчен çухăрса каласа пăрас килет. Вăрçă урасăр хăварчĕ, пуянсем арăма çĕçĕпе чиксе вĕлерчĕç, чунăма касрĕç те вăтăрсах татса илчĕç, пĕр татăк кăна хăварчĕç.
— Ăна ман ĕнтĕ, лăплан, Ваçка тусăм, — терĕ Изотов, турилккене çĕклерĕ те юлашки яшкине кашăк çине ячĕ. — Эпĕ çисе те пĕтертĕм, эсĕ пур...
— Калаçура кăна чĕре лăпланать, Дмитрий Изотович. Манăн чунăн пĕр татăкĕ юлнă, хăрушă татăкĕ. Сĕм вăрмана вирт яма пĕр шăрпăк, пĕчĕкçĕ шăрпăк, çитет. Эсир мана паян партие илтĕр, каласшăн пултăм та, сăмахсем ĕненмелле мар пуласран вăтантăм. Манăн пĕр татăк чун çеç, анчах вăл ялкăшса çунĕ, Варламсене ĕнтме çитĕ.
Такам пăлтăр алăкне танлаттарса çапрĕ, кĕмсĕрт-кĕмсĕрт тутарса туртрĕ. Çара урине пукан урлăшĕ çивĕ хурса кантарса ларакан Изотов, такам пысăк та хăрушă хыпар илсе килнине сиссе, ним те тăхăнмарĕ, тăрăнса каяс пек васкаса тухса кайрĕ.
— Эп, Улангин! — вут-кăвар сӳнтернĕ чухнехи пек хашкакан сасăпа каласа хучĕ çын.
Алăка уçнă-уçманах пĕр йытă, Изотовăн çара урине сивĕ çăмĕпе лексе, кĕрсе кайрĕ.
— Тепе! — тесе кăшкăрчĕ Изотов.
— Ан тив ăна, Дмитрий Изотович, пăлтăрта канса вырттăр! Мана вăл, чĕлхесĕр янавар, вилĕмрен хăтарчĕ... — Тĕттĕмре васкаса калаçакан Улангинран тар шăрши çапрĕ.
— Мĕншĕн çурçĕр иртсен те халăха хăратса çӳретĕн эсĕ, йысна! — терĕ Ваçка.
Улангин çĕлĕкне силленĕ май урайне вĕтĕ юр тăкрĕ, йĕп-йĕпе çӳçне аллипе шăлса вырттарма тăчĕ, анчах çӳçĕ пăхăнмарĕ, чанках тăчĕ.
— Акатуйĕнче чупса курман та, хальхинче Кармăшри паттăр Мазхар тутартан начар пымарăм пулĕ. Çулсăр-мĕнсĕрех варпа лупашка тăрăх чупрăм, хыçалтан йĕрлесе хăваласран хăрарăм. — Улангин кăмака таврашĕнче тем шыранă пек пăхкаласа çӳрерĕ.
— Мĕн? — терĕ тĕлĕнсе пăхса тăракан Изотов.
— Ăш хыпрĕ. Сивви!
— Халех! — Изотов кăмака хыçне кĕрсе кайрĕ, пысăк курка йăтса тухса, Улангина тыттарчĕ.
Леш, пĕрре те сывлăш çавăрмасăр, курка тĕпне кăтартсах, ĕçсе ячĕ, ывăнса кайрĕ, пукан çине пырса ларчĕ, хашкаса сывласа тӳмисене вĕçертсе тухрĕ те кĕрĕкне йӳле ячĕ.
— Мĕн пулчĕ вара?
— Малтан турттар-ха, пултăрăм! Канам та пурне те каласа парăп, — терĕ те Улангин, пукан çине тайăнчĕ.
12
Изотовпа Хĕр-Ваçка Йĕлмекассине каясса пĕлсенех, Иркка переменăна тухмассерен вулăс кантурĕ умне пăхсах тăчĕ, юлашки урокра пулмарĕ, вĕсемпе пĕрле пĕр çуна çинче ларса килчĕ, ял вĕçĕнче сиксе анчĕ те, сумкине силлесе, урампа чупрĕ. Килĕнче ăна пурте: юр хӳсе лартнипе уçăлман хапха та, ыраш улăмĕ кăна çинипе начарланса кайнă Хамит килкарти варринче сăмсинчен пăс кăларса тăни те, çапă купи çинчи чĕриклетсе сикекен çерçи ушкăнĕ те çав тери кăмăла кайрĕ. Вăл вĕрлĕк хапха урлă утланса каçрĕ те хăпăл-хапăл пӳрте чупса кĕчĕ, Татьяна Николаевна панă сахăр катăкне Петюка тыттарчĕ, ăна хулпуççинчен лăпкаса илчĕ:
— Петюк, катса пăх-ха, епле тутлă! — терĕ вăл. Кĕнчеле арласа ларакан амăшне те пĕр ывăç мăйăр кăларса пачĕ:
— Сана та кучченеç! — Мăйăрне Ирккана хăйпе вĕренекен тусĕ панă пулнă, вăл ăна хăй çимесĕр илсе килнĕ.
Кĕтесрен кĕтесе чупкаласа çӳренĕ хыççăн Иркка килкартине тухса кайрĕ. Хамит çилхине ана пыйтисенчен тасаткаласа, мăйĕнчен ачашласа çӳренĕ вăхăтра тĕттĕмленсе çитрĕ, тантăшсем патне кайса выляма та вăхăт юлмарĕ, пӳрте кĕресех пулчĕ. Çуралнă кил епле илĕртсе тăрать пулсан та, Изотовсем патĕнче лайăхрах: лампа та çутă, урай та таса. Кунта килсен, хырăм касăлса çитнипе мăянпа ыраш çăнăхне хутăштарса çăрнă салма яшкине çиме тивет.
— Ачам, пăртак та пулин хăй çутса лар ĕнтĕ, — терĕ амăшĕ, хăй апатланнă хыççăнах турахуп сакки çине кайса ларчĕ, пӳрни çине сурса, кантăр сӳсне туртма тытăнчĕ. — Ним тума та ĕлкĕрейместĕп, хĕрĕм, апат та пĕçермелле, кĕнчеле те арламалла. Петюкпа иксĕрĕн те кĕпĕрсем çĕтĕлсе пĕтрĕç, çитсă тавраш илме пирĕн тахат çитмест.
Амăшĕ ăна пысăк çын вырăнне хурса калаçни Ирккана питĕ килĕшрĕ, вăл кĕлленнĕ вучахран кăвар илчĕ те вĕрсе çулăм кăларчĕ, пĕр чĕл хăйă çутса, хăйчикки çине лартрĕ, унтан кăмака çинчен хурăн пуленки илсе, хăйă чĕлме тытăнчĕ.
— Иркка хам пекех ĕçчен çав. Мĕнле кăна ĕçе алла тытсан та, пурте кĕвве кĕрсе пырать, — терĕ амăшĕ, йĕкине, икĕ аллипе çупса, урайне ячĕ.
Иркка кун пек мухтанине итленĕ май тем туса пăрахма та хатĕрччĕ, анчах чĕлнĕ хăйă пĕр купа пулса выртрĕ, урăх ĕç ниçта та курăнмарĕ, вăл вара хăйчикки умĕнчи пукан çине пырса ларчĕ.
— Эсĕ, ачам, вулăсра илткелетĕн пулĕ, — терĕ çăпата туса ларакан ашшĕ, — Чишмари вĕçкĕн Каюра Тимахвипе Лисук упăшки Хăвалăх ялĕнче пĕр çынна çакса вĕлернĕ, тет, кайран Тимахвине хăйне йыт туласа пăрахнă, тет. Лисук упăшкине вулăса илсе пыман-и?
— Çав усалсем пирки пакăлтатма пăрах-ха, Макçи, — çилĕллĕ сасăпа пӳлсе хучĕ арăмĕ.
— Анне, юмах яр-ха, — терĕ сак çине кĕрĕкпе витĕнсе выртнă Петюк, хăй, итлеме хатĕрленсе, тăрса ларчĕ.
— Юмах юман тăрринче, эпĕ турахуп умĕнче, — тесе хаваслăн пуçларĕ амăшĕ, йĕкине урайне шăхăртса ячĕ те юрланă пек юхса пыракан сасăпа такмаклама тытăнчĕ. — Ĕлĕк-авал, эпир кăвакал пулнă вăхăтра, асанне аса илмен çĕрте, кукаçей кайса курман ялта пĕр чухăн хресченпе арăмĕ пурăннă, вĕсен пĕр хĕр те ăслă хĕр пулнă, ăна Чĕкеç тесе чĕннĕ.
Хресченпе арăмĕ пыра-киле, юр-вар тутанас тесе, пĕр пуян çынран ĕне усрама илнĕ, виçĕ хут пăруланă хыççăн каялла тавăрса пама килĕшнĕ. Хресченĕ те, арăмĕ те, ăслă хĕрĕ те ĕнене канма та, ларма та манса кайса пăхнă, ĕни кунсерен аванланса пынă, йăптăх çăмне тăкнă та çăмарта пекех якалса кайнă, сиккелет, нихçан та çиме ыйтса макăрмасть.
Пуян пĕрре килкартине пырса кĕрет, пăхкалать, хăйĕн мăкла ĕнине аран палласа илет.
— Ӳтĕре шăрпăк ан кĕтĕр тесен, итленĕ пулăр, ĕнене каялла тавăрса парăр, — тет пуян.
— Ара, эсĕ хăвăн сăмахна манса кайрăн-и? — тет чухăн хресчен, — виççĕ пăруласан тесе чиперех калаçса татăлнăччĕ-çке, тет.
Пуян чухăна суда чĕнтерет, сехрине хăпартма тăрать.
— Мĕншĕн эсĕ, — тет тиек хресчене, — ĕнене тавăрса памастăн. Саккуна пăхăнмастăн-и? — тет.
— Мĕнле тавăрса парам-ха, — тет чухăн çын. — Виççĕ пăруланă хыççăн пама алă çапсах килĕшнĕччĕ, тет.
— Эсĕ манăн ĕнене вăрласа кайрăн та кунта тӳрре тухма хăтланатăн-и, турра та манса кайрăн-и? — тет пуян, чухăна çĕр çинче çук сăмахсем каласа хăртать, çӳçĕнчен ярса илет те лăскама тытăнать.
Тиексем пуяна аран тытса чараççĕ.
— Эсĕ, — тет аслă тиек чухăн хресчене, — ак çак сӳс пайăркине килне илсе кай та çип арла, пир тĕрт, кĕпе çĕлесе, алшăлли тĕрлесе илсе кил, вара эпир санăн сăмахна ĕненетпĕр, — тет.
Чухăн хресчен, халтан кайса, килне таврăнать, тиек мĕн тума хушнине хĕрне макăрса ярас пек хурлăхлă каласа парать.
— Ан тарăх, атте, — тет хĕрĕ, — вырт та лăпкă çывăр, пурне те хам тăвăп.
Ирхине хĕрĕ йĕке вĕçне кăчăрт хуçать те ашшĕне тыт-тарать:
— Тиек патне кай, ăна йĕке вĕçне пар та кала: пурте хатĕр, пир станĕ кăна çук, те. Çак йĕке вĕçĕнчен стан туса парсанах, кĕпе те, алшăлли те пулĕ, те.
Чухăн хресчен тиек патне каять, йĕке вĕçне сĕтел çине хурать те пурне те хăй хĕрĕ хушнă пек каласа парать.
— Мĕн эсĕ, ăсран тайăлтăн-и? — тет аслă тиек. — Эпир йĕке вĕçĕнчен епле пир станĕ тума пултарăпăр, — тет.
— Çаплине çапла та, — тет хресчен, — манăн вара епле пĕр сӳс пайăркинчен пир тĕртсе, унтан кĕпепе алшăлли туса килес?
— Акă сана, — тет аслă тиек, хресчене çăмарта парса. — Çакăнтан эсĕ пĕр пуслăх чĕп кăлар та пирĕн пата илсе кил, — тет.
Чухăн килне аллисене лашт ярса таврăнать, хĕрне пĕтĕмпех каласа парать.
— Ан тарăх, атте, — тет хĕрĕ, — вырт та çывăр, пурне те хам тăвăп.
Ашшĕ патне ирхине ăслă хĕр йăпăрт-йăпăрт чупса пырать, пĕр ывăç пăри парать.
— Эсĕ çакна аслă тиеке пар та кала: пĕр пуслăх чăх чĕппи килкарти варринче шимплетсе çӳрет, çитермелли çук, те. Çак пĕр ывăç пăрие кăмака çинче акса ӳстерĕр те арманта кĕрпе çуртарăр, вара эпĕ чĕпсене килсе парăп, те.
Чухăн хресчен тиексем патне каять, хĕрĕ хушнă пек каласа парать.
— Мĕн эсĕ, ăсран тайăлтăн-им? — тет аслă тиек. — Эпир епле майпа пĕр ывăç пăрие кăмака çине акăпăр та тырă пухса илĕпĕр, унтан кĕрпе çуртарăпăр? — тет.
— Çаплине çапла та, — тет хресчен, — анчах манăн пĕçернĕ çăмартаран пĕр пуслăх чĕп епле кăлармалла-ши? — тет.
Тиексем сĕтел хушшине пуçтарăнса ларса вăрах канашланă хыççăн хăйсем патне чухăнпа пуяна чĕнтереççĕ, ыранхи куна виçĕ ыйтăва тавăрса калама хатĕрленсе килме ыйтаççĕ. Ыйтăвĕсем çапла: тĕнчере мĕн мăнтăр, мĕн тутлă, мĕн чее?
Пуян килне таврăнать, арăмĕпе канаш тытать.
— Ара, кун пирки калаçма, пысăк ăс та кирлĕ мар, — тет арăмĕ, арки çинчи мăйăр хупписене тăкса. — Пирĕн сысна мăнтăр пирки каялла кайса ларать — тĕнчере унтан мăнтăрри ним те çук; пирĕн вĕллери хуртсем сĕрлеççĕ — вĕсен пылĕнчен тутли тĕнчере ним те çук; пирĕн йытă кӳршĕсен чăххисене çатан витĕр те тытма пĕлет — унтан чейи тĕнчере пĕр чун та çук.
Чухăн хресчен килне çитсен виçĕ ыйтăва хăй хĕрне каласа парать. Ăслă хĕр шухăшласа ларать-ларать те:
— Тĕнчере чи мăнтăрри — çĕр, чи тутли — ыйхă, этем куçĕнчен чейи тĕнчере ним те çук, — тет.
Тепĕр кун чухăнпа пуян тиексем патне пырса кĕреççĕ, харпăр хăй килте илтнĕ сăмахсене каласа параççĕ.
Тиексем чухăн хресчен каласа панине тĕрĕсе хăвараççĕ, ĕнине пуяна памалла мар тăваççĕ.
Халĕ те чухăн хресченпе арăмĕ шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ, тет, вĕсен Чĕкеç ятлă ăслă хĕрĕ шкулта вĕренет, тет. Юмах ятăм, юптартăм, пĕр сăмах та суймарăм.
— Эсĕ, анне, пăртак суй-ха. Аçтаха çĕленсем çинчен итлес килет, — тесе Петюк ыйхă пусса килекен куçĕсене шăлса илет.
— Ĕлĕк-авал, кӳршĕ ял Хурамал вырăнĕнче сĕм вăрман кашланă вăхăтра, касман туртапуç ялĕнче пĕр мучи пурăннă, — тесе ерипен калама тытăнать амăшĕ, урайĕнче тулнă йĕки сĕрлени илтĕнет.
Алăка кĕрĕст хупса, Чинук килсе кĕчĕ.
— Чупнă пек хăвăрт килтĕм, — терĕ Чинук, сарă кĕрĕк аркине уçса, Иркка умне пырса ларчĕ.
— Мĕн эсĕ, катемпи пек, ним чĕнмесĕр ларатăн? Сана курманни нумай пулать. — Чинук юр хăрпăкĕ ларнă куçхарши айĕнчен Иркка çине пăхса илчĕ.
— Ху катемпи! — терĕ Иркка, ыйхăланă сассинче тарăхни сисĕнмерĕ.
— Шĕшлĕ пекех пулсан та, манпа харкашас килет-и? Эпĕ сана хăлхаран та туртма пултарăп, — Чинук ăна хулпуççинчен ачашларĕ. — Ташлас килет-и?
— Ташлама тăр ухмах мар эпĕ?
— Ташлатăн-и?
— Çук.
— Кăна куртăн-и? — Чинук кĕсйинчен конверт туртса кăларчĕ те мачча патне çĕклесе силлерĕ.
— Лисукран... Çыру килнĕ, анне! — кăшкăрса ячĕ Иркка, тĕлĕрнĕ пек кĕнчеле арласа ларакан амăшне шартах сиктерчĕ, пукан çинчен сиксе анчĕ те Чинук алли патне кармашрĕ.
— Ташла, Иркка! — Чинук конверт тытнă аллине антарчĕ те каллех çĕклерĕ.
— Атя, Петюк! — кăшкăрса ячĕ Иркка.
Петюк ыйхи сасартăк сирĕлсе кайрĕ, вăл йăлт-ялт пăхса илчĕ, сак çинчен çар уран сиксе анса, тăпăртатса тăракан Иркка çумне пырса тăчĕ.
— Кĕввине кала, Чинук аппа? — терĕ Иркка, хăй пĕр урине мала тăсса хучĕ, Петюка аллинчен ярса тытрĕ.
Матюк йытти тил тытнă
Саррине, хитрине, —
тесе Чинук алă çупнă май тутипе кĕвĕ калама пуçларĕ, Ирккапа Петюк пĕр каялла кайса, пĕр малалла пырса, Чинук тавра çаврăнчĕç, иккĕш те ун умĕнче урисене тăп! тапса чарăнчĕç.
— Пар ĕнтĕ! — терĕ Иркка.
— Аппу йĕркеллĕ вуласа патăр-ха. Сапăр пул, ачам! — терĕ амăшĕ, турхупне йăвантарса хăварчĕ те Чинук умне пырса тăчĕ.
— Итлĕр, — терĕ Чинук, хăйне пур енчен те çавăрса илнĕ, сывлама та чарăннă пек кĕтекен çынсем çине пăхса, унтан такăнкаласа вулама тытăнчĕ:
«Аван-и, сывă-и, асран кайми атте, анне, савнă Иркка йăмăкăмпа пĕчĕк Петюк шăллăм! Пирĕн енчи тăрна та вĕçсе килсе тухман çĕрте çырма лартăм эпĕ шурă хута хуратса, сире, сар кайăк пек тăванăмсем, юратса. Çыратăп эпĕ, Сирĕн Лисукăр, пасартан илнĕ кăранташпа мар, хуйхă-суйхăра çунса кăмрăкланнă çамрăк чĕремçĕм татăкĕпе. Сире курас килсе, пĕтĕм чунăм ыратать, хăш-пĕр чухне юри куçа хупатăп та хам çуралса ӳснĕ килĕм-çуртăма ума килсе лартма тăрăшатăп...
Ай, Хусан инçе, инçе,
Хусантан Самар инçе.
Сирĕн хĕрĕр халь çӳрет
Унтан инçе çĕрсенче.
Кайăк ятăм вĕçтерсе
Хир-хир урлă Чĕмпĕре.
Сире аса илсенех,
Ыратса каять чĕре.
Авăтать чăпар куккук
Лутра йĕлме тăрринче.
Ай-хаях та, çамрăк пуç,
Мĕн кĕтет-ши çĕр çинче?
Çунат пулсан, кайăттăм,
Кайăттăм та вĕçеттĕм,
Хамăн атте-аннене
Ыталаса илĕттĕм.
Пĕвĕм манăн яш хăва,
Куçăм манăн — хурлăхан.
Ӳсрĕм эпĕ, пултăм хĕр,
Ырлăха мар, хурлăха.
Килчĕ çил те аврĕ çил
Ман хăва пек пĕвĕме.
Пулăш, терĕм, йăлăнтăм
Эпĕ савнă аннеме.
Шăрăх пулчĕ, ĕнтрĕ вăл
Хурлăхан пек куçсене.
Тутăр пар-ха витĕнме,
Терĕм, эпĕ аттене.
Ĕненмерĕ çав анне,
Итлемерĕ çав атте.
Тупаймарăм хӳтлĕх те,
Ыр сăмах та хам килте.
Иртнисене аса илсен, атте-аннем, манăн ӳт-тире пăчăр-пăчăр сивĕ тар персе тухать, хам ача чухне тата хĕр пӳне çитсен çӳренĕ сукмаксем çинче тилпĕрен ӳснĕ пек, хыçран çĕлен-калта хăваланă пек туйăнать. Эпĕ хамăн инкеке, упăшка килĕнчи çăкăр наркăмăшлă пулнине тӳссе куртăм, мăшкăллă пурнăçра вилессине, пусмăр урапи айĕнче таптанса юлассине сиссе, тухса тартăм. Пире кунта вăрçă ĕçне вĕрентсе çитерчĕç, çапăçма ыран-паян каяс пекех кĕтсе тăратпăр. Куççуль тăкса çын пулаймарăм эпĕ, малашне ялкăшса тăракан вутпа тупă кĕрлевĕнче хамăн хуйхă-суйхăран тасалса çитĕп, нӳрлĕ тăпрана ыталаса йăванса юлмасан, манăн хуçăлнă пĕвĕм тӳрленĕ, яланхи хурлăхра сӳне пуçланă куç шăрçинче хаваслăх вылĕ.
Эсир, аттепе анне, Ирккана ытла ĕçлеттерсе шăмшакне ачаллах ан ватăр, вĕрентме тăрăшăр, мана пама пулман телее ăна та пулин парăр.
Пилеш çине ӳкнĕ тăм
Ан лекинччĕ çĕмĕрте!
Йăмăк манăн хурлăха
Ан куртăрччĕ ĕмĕрте!
Петюка аркă çине лартса сиктерес, хулпуççинчен тытса çупăрлас килет. Ытти ачасем хушшинче савăнса чупса çӳреме ман ăна кĕпе çĕлесе парасчĕ, анчах киле хăвăртах пырса тухас шанчăк халлĕхе çук-ха.
Икĕ ана хушшинче
Ӳссе ларнă сар чечек.
Атте-анне килĕнче
Манăн шăллăм ылтăн пек.
Аппуна кĕте-кĕте
Каçăн-ирĕн ан та çун!
Хăвăрт çитмĕп сан патна,
Пĕчĕк чун та ырă чун.
Эпĕ хамăн çырăва хавасланса çырас тесе лартăм, епле кăна тăрăшсан та, шухăшласа хунă пек тухмарĕ, иртнисене пурне те аса илнĕçем хурлă кăмăл пухăнса килчĕ, куççуль юхма тытăнчĕ. Улмуççи лартсан, хĕрлĕ улмине кĕтсе илме нумай вăхăт кирлĕ, савăнăç тени те çавăн пекех хăвăрт килмест иккен. Питĕ нумай кĕтрĕм эпĕ ăна, халĕ ĕнтĕ аркă çине ӳкес пек туйăнать. Килет-и вăл, килмест-и, анчах ĕмĕт пурри савăнтарать. Килетех ĕнтĕ! Ăна, тен, эпĕ кураймăп, чĕкеç чĕлхеллĕ Иркка курĕ.
Камсене салам çырам-ши? Ырă чĕреллĕ çынсене пурне те манран пысăк салам калăр. Питĕ чипер пурăнать, тейĕр, шинель тăхăннă, салтакла утать, тейĕр. Çырма ларас чухне шухăш лавĕпе килет, çырнă чухне çул çине ӳксе юлнă кĕлте пек кăна тăрса юлать.
Юратнă аттепе анне, Иркка йăмăкăмпа Петюк шăллăм, манăн сирĕн пата юрласа çырас, такмаксем шухăшласа кăларас килет. Çӳрессе эпĕ, сар кайăк пек хаклă тăванăмсем, вăрçă тумĕпе çӳретĕп, калпак çинче — хĕрлĕ хĕрес. Пирĕн мăнтарăн Лисук таçти темле çынсем хушшине килсе лекнĕ, тесе ан шухăшлăр эсир. Ялта çынсене: Лисук халĕ Чишмари ăçтиçуксен килĕнчи хăрхăм мар, чухăн çынсен ирĕкне хӳтĕлеме кайнă, тейĕр, йăваш Станук Макçи килĕнче те хурчка куçлă çынсем çуралаççĕ, тейĕр. Мана тĕлĕкре ырăпа курăр, тертре курсан — ан макăрăр. Эпĕ çитмĕл сăмах çырасшăнччĕ, çич çĕр çитмĕлтен те иртсе кайрĕ: юпах пек чунăм юрттарчĕ, сирĕн пата çитсе курасшăн пулчĕ.
Вĕç-вĕç, çыру, вĕç, çыру,
Çитес çĕре çит, çыру,
Сар пичетпе пĕр шакка
Атте каснă алăка.
Çырăвăм ĕнтĕ, тăванăмсем, каять, пĕр çулпа, эпĕ тăрса юлатăп çичĕ шухăшпа.
Сире юратакан Лисук».
Чинук вуласа пĕтерчĕ те çырăва арки çине хучĕ, аллине лашт усрĕ.
— Лисук ӳпкелет, — терĕ амăшĕ тытăнчăк сасăпа, чăтса тăраймарĕ, макăрса ячĕ, хăйчикки çумне пуканне шутарса ларнă Макçи çине пăхрĕ. — Ак çак мур чĕре тĕпренчĕкне сутса ячĕ! — терĕ те ӳлесе макăрма тытăнчĕ;: пĕтĕм ӳт-пĕвĕ сивĕ чирпе чирленĕ чухнехи пек туртăнса чĕтренчĕ.
— Ара, ху та килĕшрĕн-çке, карчăк! — тăрăшсах питĕ йăваш каласшăн пулчĕ Макçи, ним тума пĕлмен енне шĕшлине çăпата куçне тирме тăчĕ, анчах алли ăна пăхăнмарĕ.
Çыру вуланă чухнех ашшĕ çине темиçе хутчен те çиллес пăхса ларнă Иркка, Чинук çумĕнчен уйрăлса, ашшĕ умне пырса тăчĕ.
— Атте! — терĕ вăл йăлăннă пек.
— Мĕн, хĕрĕм?
— Эсĕ лаша илетĕп, терĕн-çке, аппана сутса ятăн. Мĕншĕн кĕлете сутмарăн? — Иркка та макăрма тытăнчĕ.
Чинук питне тутăр арки вĕçĕпе хупларĕ. Петюк та ыттисем пекех макăрасшăн пулчĕ, куççуль кăларни катари аппăшне сума сунине пĕлтерет тесе шутларĕ, анчах унăн нимĕн те тухмарĕ, вăл, çĕнĕ хăйă тытса, хăйчикки умне пырса тăчĕ.
Такам пӳрт пĕренисене патакпа шаккаса хăварчĕ, халăх çине пыма пĕлтерчĕ.
— Çакна кĕтсех лараттăнччĕ пулĕ, икĕ ура старости! — арăмĕ халиччен иккĕш нихçан та икĕ сăмах пĕр тĕвве çыхман пек хаяр каларĕ.
— Кайтăр ĕнтĕ, инке, — терĕ Чинук, — эпир хамăр калаçса ларăпăр, килнĕ хуйха хăяхпа ăшалăпăр, савăнăçа супăньпе çуса ачашлăпăр. Лисук çырăвĕ савăнăçлă-çке, инке.
— Çапла та, Чинук хĕрсем. Иртнишĕн чун хурланать, — инкĕш каллех макăрма тытăнчĕ, унтан Иркка енне çаврăнчĕ те: — Аппу паттăр-и, ачам? — терĕ.
— Чинук аппа пек.
— Манран та паттăр, — терĕ Чинук, Ирккана йăтса илсе, хай арки çине лартрĕ.
— Мĕн пăхса тăратăн тата, кай! — терĕ арăмĕ кĕрĕк тăхăнма ĕлкĕрнĕ Макçие.
— Эсир Лисук патне çырнă чухне мана та кĕртсе хăварăр, аçун та иртнишĕн чунĕ хурланать тейĕр. — Макçи тата тем каласшăн пулчĕ, Чинук çине йăлăннă пек пăхрĕ те тухса кайрĕ.
Вăл хурал пӳрчĕ умне пырса çитес чухне тăп чарăнса тăчĕ: ниçта та шăв-шав илтĕнмерĕ, пĕр çын та курăнмарĕ.
— Эпĕ пуринчен малтан килтĕм-ши? — шухăшларĕ вăл, чӳречерен юр çине сарă çутă ӳкнине курчĕ те кĕрем эппин, терĕ.
Вăл лампа çутинче Изотовпа Хĕр-Ваçка сĕтел хушшинче ларнине курчĕ, вĕсен мĕлкисем ӳкнĕ кĕтесрен пин çын хушшинче палласа илмелле Шерхулла сасси илтĕнсе кайрĕ:
— Килях, Макçи абзи!
— Лар, Макçи пичче! Эсĕ те кунтарах кил, Шерхулла! — тесе Изотов чарăнса тăчĕ, Хĕр-Ваçка алăка çаклатса илессе кĕтрĕ. — Эпир вулăсра чылай тишкерсе, апла та, капла та виçсе пăхнă хыççăн, — терĕ, чăнах та йывăр япала пур пек, икĕ аллине те çĕклесе антарчĕ, — сире Йĕлмекассинче хамăр влаçа сыхласа тăма хушас терĕмĕр. Влаçа итлес пулать. Тăрăр!
Макçи сиксе тăчĕ, хăй хăраса ӳкнине епле пулин те пытарас тесе, яланах паттăр кăмăллă пулакан Шерхулла çине пăхса илчĕ, анчах унăн та çамки тирĕ пĕрре пĕрĕннине, пĕрре сарăлнине асăрхарĕ. Изотов кĕтесрен икĕ хĕç илсе килчĕ, малтан Макçин, кайран Шерхуллан хулпуççи: урлă çакрĕ, вара иккĕшне те карабин пăшал тыттарчĕ.
— Тусăмсем, — терĕ Изотов, вĕсен умне тухса тăрса. — Эсир мана пĕлетĕр, эпĕ те сире витĕр пĕлетĕп. Макçи пичче салтак ĕçне пĕлет. Шерхулла та салтакра пулнă. Тăшман урнăçем урать, пире мăйран ярса илесшĕн. Пирĕн тăшман çине тапăнмалла, ăçта кăна пуçне çĕклет, унта персе ӳкермелле. Сирĕн хамăр влаçа хисеплĕ кĕрешӳре пулăшса пымалла. Эсир халăх милиционерĕсем — сирĕн пăшал та пур, хĕç те.
— Пеме те маннă, — терĕ Шерхулла.
— Ыранах вулăса вĕренме пыратăр.
— Хĕç çакса çуран çӳреме намăс. Манăн качака утланас-и?
— Шерхулла тусăм, сана ташласа тăракан ут парăпăр, — Изотов хура кĕрĕк кĕсйинчен хĕрлĕ хăюсем кăларчĕ те сĕтел çине хучĕ. — Çаксене сулахай çанă çине çĕлесе лартатăр, — тесе икккĕшне те хăю тыттарчĕ. — Ăнлантăр-и?
— Ăнлантăм та-ха, — терĕ Макçи.
— Вара?
— Эпĕ питĕ йăваш-çке, Митри Изотович.
— Тăшман усал, эсĕ унтан та хаяр пул, Макçи пичче.
— Итле-ха, Макçи пичче, — унăн умне пырса тăчĕ Хĕр-Ваçка, — Варак шывĕ хĕрринчи çĕре хутор пуянĕсене парăн-и эсĕ?
— Мĕншĕн парам?
— Тытса илме тăрсан?..
— Вара, Ваçка шăллăм, çапăçас пулать.
— Мĕншĕн?
— Мĕншĕн тесен хамăн çĕр.
— Власть камăн? — тесе Хĕр-Ваçка Макçие куçĕнчен ăшчикне кĕрсе каяс пек пăхса илчĕ.
13
Иркка шкултан килсе урамра чупкаласа çӳрет те тĕттĕм пулнă-пулманах ашшĕ аçамĕпе пĕркенсе выртать, ирччен пĕрре те вăранмасть. Ашшĕпе Шерхулла çаннисем çине «Н. М.» тесе çырнă хĕрлĕ хăю çĕлеттернĕ, иккĕшĕн те пăшал та, хĕç те пур — вĕсем вулăс ялĕ хĕрринчи хăма виттернĕ çурта хваттере кĕчĕç, чылаях аслă шалти пӳлĕме вырнаçрĕç. Кил хуçи майра-инке, яланах ура кĕли таран вăрăм хура сарафанпа çӳрекен карчăк, пĕр-пĕччен пурăнать, ывăлĕ салтака кайнă, нумайранпа çыру яман, кинĕ хăйĕн ашшĕ-амăшĕ патне тухса кайнă. Калаçма вашават карчăк чăвашла пĕлкелет, анчах сăмахсене хăйне май пăсса калаçни Ирккана пăртакçă кӳрентерет.
— Çипаташкăпа çӳресе ури шăнмасть-и, Иркка? — тет майра-инке.
— Çăпата, те! — вĕрентет Иркка.
— Çипата...
Майра инке темиçе хутчен те калать, картне лартаймасть, аллипе сулать. Карчăк пурне те пĕлме тăрăшакан пĕчĕк хĕрачана вырăсла вĕрентме пуçлать, сăмавар патне пырать те пур пайне те вырăсла каласа тухать.
Макçи лашине кунта витере усрать, кантуртан панă сĕлĕ улăмĕпе утă çитерет. Хамит, хуралтă тăрринчен сӳсе антарнă улăма кавлесе, лаша сăнне те çухатнăччĕ, çатан пек курăнатчĕ, аяк пĕрчисем хушшине пӳрне хума пулатчĕ. Халĕ вăл шăварма кайнă чух сиккелесе илме те пăхать. Халиччен пĕччен тăма вĕреннĕскер, халĕ вăл хăйĕнчен чылаях çӳллĕ тимĕр кăвак утпа паллашрĕ — малтанах иккĕш пĕрне-пĕри тапкаларĕç, çырткаларĕç те темиçе хутчен шăршласа пăхнă хыççăн килĕшрĕç. Çак пуçне каçăртса тăракан лашана Шерхуллана Изотов панă. Унччен вăл Каюра Тимахвин пулнă, акатуйсенче чупса темиçе хут мала тухнă. Тимахви хăй, Хăвалăхра йытă мăшкăлĕ пулнă хыççăн, ирччен юр çинче выртнă, шăнса пăсăлнă, икĕ-виçĕ кун выртнă та вилнĕ.
Тимахвипе Лявук пирки ялсенче сăмах çӳрерĕ-çӳрерĕ те лăпланчĕ. Ăна тепĕр хыпар, юрлă çил хирти хытхурана шăлса хăварнă пек, хăй айне турĕ, халăх сехрине хăпартса тăракан хыпарсене сирсе ячĕ — çынсем çĕрле ялтан яла çӳреме тытăнчĕç. Кашни ялтах халăх милици дружининче ĕçлеме çынсем уйăрса хуни, вĕсене хĕç те, пăшал та пани, вулăсра хĕçпе касма та, пăшалпа пеме те вĕрентни — çак вара мăн хыпар пулса тăчĕ: «Пуянсен хӳри вĕçне туй килнĕ... Пăчăнтăрр!» — терĕç халăхра. Йĕлмекассинче «Пăчăнтăрр!» вырăнне «Вăркăнтăр!» терĕç те Варлам ятне кĕртсе лартрĕç. Çапла вара, халăх калашле, йытă вĕрсен те чĕри вăркакан йăваш чунлă Станук Макçи хĕç-пăшаллă милиционер Максим Станков пулса кайрĕ.
Иркка халиччен амăшне ытларах сума сăватчĕ, хальхинче ĕнтĕ ашшĕнчен тĕлĕнсе, ăна халăх патши вырăннех шутларĕ, вулăс ялне ашшĕ пек çынсем пур ялтан та килнине курнă хыççăн та пăшăрханмарĕ.
Иркка милиционерсем урампа епле иртсе кайнине пăхса тăма юратать, пĕр кун та сиктермест. Пĕр вăтăр лаша рете икшерĕн тăрса пыраççĕ. Юланутçисем пурте тенĕ пек çула кĕрсе çитнĕ сухаллă çынсем. Чи малта хăлхасăр çĕлĕк тăхăннă Шерхулла чылаях мухтаннă пек пуçне каçăртса тимĕр кăвак лашапа пырать — ку вара Ирккана пĕртакçă кĕвĕçтерет:
«Лаши лайăх çав», — тесе хăйĕн ăшĕнче пăшăрханса илет вăл, ашшĕне шырама тытăнать те часах тупать.
Хамит кайри лутра лашасем хушшинче те палăрсах каймасть, кунта та кĕлте урапи турттарнă чухнехи пекех пуçне пĕксе пырать, Ирккан, Хамите хăюллăрах пулма хистесе, кăшкăрса ярас килет.
Айккинче Хамитрен нимĕн те чаплă мар ула лашапа пыракан çынна Иркка паллать. Вăл Хĕр-Ваçка йыснăшĕ Хăвалăхри Улангин, чи асли вырăнче шутланать, аллипе сулса илет, чĕлпĕрне турткаласа, ашак пек лашине малалла та чуптарать, каялла та чакарать. Вăл халиччен Иркка илтмен сăмахсем кăшкăрса каланă хыççăн лашасем тапса сикеççĕ те, чĕлпĕре карт туртнине пăхăнса, пуçа каçăртса урампа юртаççĕ.
Лĕпсĕркке ула-чăла лаша çинче Улангин халь вĕçсе анас пек ăнтăлса пырать, — лашаллă салтаксене пĕрре те, иккĕ те мар, нумай хутчен çапăçăва çӳретни унăн пур хусканăвĕнче те сисĕнсе тăрать. Акă вăл шак сиккипе пыракан лашине кайри ури çине тăратрĕ, куç хупса иличчен хĕçне йĕннинчен туртса кăларса, çиçĕм тытнă пек çĕклерĕ, пуçĕ çинче çавăрчĕ те такама юнанăн хытă та хаяр сасăпа кăшкăрчĕ. Шăнкăр уяр кун кăларнă тăман ăшĕнчи юланутçăсен пуçĕсем çинче хĕçсем хĕвел çутипе йăлтăр татрĕç. Сарлака урампа лашасем тĕпĕртетсе, çыннисем ши! те ши! шăхăрса пыракан ушкăнта хăй ашшĕ шыва пăрахнă пĕчĕк чул пек çухални Ирккана эрлентерчĕ, анчах макăрас патне çитес чухне сасартăк Хамит таçтан вирхĕнсе тухрĕ, малтан Шерхуллан мухтавлă лашипе пуçма пуç тавлашса пычĕ, Макçие хăй çинчен çĕклесе çапас пек, пĕр-икĕ хут сиксе илчĕ те палт иртсе кайрĕ. Ку авăкра Ирккан куçĕ Хамит çинче кăна пулчĕ, хăлхи илтме пăрахрĕ, тахçанах шăннă урисем те сивве туйми пулчĕç.
Хăшĕ пĕччен, хăшĕ ушкăнпа, йĕвенĕсене ярса, вулăс çурчĕ умне пухăнчĕç, лашасенчен çăра пăс тухса тăнăран вĕсем шурă пĕлĕт хушшине кĕрсе кайнă пекех туйăнчĕ.
Çĕлĕкне хывса пăрахсах йĕнер çинче ларакан Шерхулла умне ула-чăла лашаллă Улангин пырса тăчĕ.
— Эсĕ кунта акатуй тăвасшăн-и? — терĕ чĕрене чылаях витермелле сасăпа.
— Мĕн?
— Çĕлĕкне тăхăн-ха.
— Мĕн вара, туганăм? — Шерхулла çĕлĕкне тăхăнчĕ.
— Мĕн унта эсир иксĕр, Йĕлмекассисем, пур кассене те хыçала тăратса хăвартăр?
— Эх, Уланкă туганăм, — Шерхулла кулса яма тăчĕ, анчах юраманнине туйса илчĕ. — Вĕçкĕн пуян лаши пулнă-çке, ман пек кĕтӳçĕ тутара итлет-и вал?
Ыттисем, сасартăк çил пырса кĕрсен пĕчĕк вăрман шавласа илнĕ пек, ахăлтатса кулса ячĕç. Э, Шерхулла, улăштарар-и?
— Алă çапар-и?
— Пуян лаши çинче виличчен манăн чухăн лаши çине лар.
— Качака пек лашăрсемпе çӳрĕрех! Ман лаша мар, пăлан! — терĕ Шерхулла.
— Эсĕ тата, Макçи кукка, мĕн шутпа тавлашрăн? — кулса каларĕ Улангин.
— Мĕн тавлашасси унта, хăта? Манăн Хамит, пăхăр пус, ылтăнран иртсе каясшăн. Эпĕ пур, тăмана пек, ларатăп, хĕçе пăрахса хăварас-и, инкек курас-и тесе чук юлмарĕ.
— Хамит çав, — терĕ айккинче итлесе тăракан Иркка, хăйĕн юратнă, лаши çĕнтернĕ хаваспа хваттере таврăнчĕ; хальхинче Изотовсем патне кĕмерĕ, Маньăна хăйĕн пысăк савăнăçне каласа парасшăнччĕ те, кӳтсе шăннă урисене хăвăртрах ăшăтас килчĕ.
— Где гуляла? — тесе ыйтрĕ кайри пӳлĕмре кăмака çумĕнче хĕртĕнсе ларакан майра-инке.
— На урамке гуляла, — терĕ Иркка.
Карчăк «урамка» сăмах вырăсла маррине ăнлантарса пама пикеннине итлес темерĕ, сăхманне сак çине хывса пăрахрĕ, шăкăрти çăпатисене шăпăр шăтăкне хăварса, кăмака çине хăпарса кайрĕ, кӳтнĕ урине лутăркама тытăнчĕ.
Нумаях та вăхăт иртмерĕ, ашшĕпе Шерхулла та килсе кĕчĕç.
— Э! — терĕ Шерхулла, ку Ирккана чĕннине пĕлтерчĕ.
— Мĕн вара?
— Манăн, тутарăн, çиес килет. Чăвашăн мĕнле?
— Чăваш хырăмĕ тутарпа туслă, — кулса ячĕ Иркка. — Мĕншĕн эсĕ вырăс хырăмĕ çинчен ыйтмастăн, Шерхулла пичче?
— Вырăсăн тотă, — терĕ майра инке. — Вырăс хăй çитарма пултарать.
Чăнах та, пӳртре шӳрпе шăрши пур. Майра инке ирхине кăмакана пурин валли те пĕр пысăк чӳлмек çĕрулми шӳрпи лартнă. Шерхулла, мĕн пĕчĕкренех килтен киле çӳресе ӳснĕ çын, хăй апат пĕçерме ăста, вулăсран панă сĕлĕ çăнăхне перекетлĕ тытса, унтан пашалу та, кĕсел те, çăмах та тăвать.
— Макçи пичче, — терĕ вăл, — паян хĕç сулласа çӳресе манăн ăшчик касăлсах çитрĕ, хырăма ыйткалакан малай кĕрсе ларнă, çиме ыйтать те ыйтать. Мĕнле ăна хăваласа кăларăпăр-ши, Макçи пичче, э? Çĕр улми шӳрпи кăна парсан, итлемĕ.
— Пашалупа! — кăшкăрса ячĕ Иркка.
— Атьăр эппин ăна пашалупа йăпатар! Хырăма чĕпĕтсе ан лартăр! — Шерхулла тĕпелте тӳнкĕртеттерме тытăнчĕ. — Мана йĕс ала та, такана та, ывăс та кирлĕ.
— Халех, Шерхулла пичче! — Иркка, сапласа пĕтернĕ кăçатă тăхăнса, кăмака çинчен сиксе анчĕ.
Макçи тахçанах хăйра тивмен мăка пуртăпа пĕр çĕклем вутă каскаласа кĕриччен Шерхулла çăнăх аласа хунă, чуста çăрма тытăннă. Иркка ун тавра йăпăрт-йăпăрт чупкаласа çӳрет.
— Пашалуне вутра ăшаласа пĕçерĕпĕр. Чăш та пăш туса тăтăр! Кăмакипе хутса яр, Макçи пичче! — терĕ Шерхулла, чавса таранах тавăрнă аллисене çыпçăннă чустана çĕçĕпе хыра-хыра.
Кăмака хĕрсе çуннă вăхăтра тулта тĕттĕмленсе çитрĕ.
— Ман килес! — илтĕнсе кайрĕ алăк патĕнче Улангин сасси.
— Килях, — терĕ Шерхулла. — Хĕçпе сулласа çӳренĕ хыççăн шӳрпе ăсса кашăк суллани пыра кантармĕ, терĕмĕр, пашалу унама тытăнтăмăр. Леш пӳлĕме ирт, кăмака ăшшине туй.
— Эпĕ хамăн туссем мĕнле пурăннине пĕлес майпа килсе тухрăм. Эсир мĕнле?
— Эпир-и? — савăнăçлă та хытă сасăпа каларĕ Шерхулла. — Эпир кунта, ачам, çĕр çĕмерсе пурăнатпăр, патшана тухса кайрăмăр. Чăваш патша, тутар патша, вырăс майра патша. Патшалăхăмăр пуян: пĕр турчка, пĕр ухват, икĕ чӳлмек — пĕри тăм, тепри чугун. Катăк çатма та пур.
— Санпа пĕр калаçма тытăнсан, Шерхулла тусăм, эпĕ пукан çумне çыпçăнсах ларăп, тăрас тейĕн те тăраймăп.
— Çук! — Шерхулла алăк умне пырса Улангина пӳлсе тăчĕ. — Епле вара эсĕ виçĕ патша патĕнчен те сĕлĕ пашалăвĕпе çĕрулми çимесĕрех тухса таратăн? Эпĕ кунта Иркка çинчен мансах кайнă. Чăваш патши хĕрĕ ăçта?
— Кунта! — кăмака хыçĕнчен илтĕнчĕ сасă.
— Вăтанса ан тăр, сиксе тух, ак çакă Хăвалăх хунне хамăр патшалăхран кăларса ан яр.
— Юрĕ! — Иркка кăмака хыçĕнчен пысăк кăçатăпа лапăштатса тухрĕ, алăк хăлăпне ярса тытрĕ.
— Кунта кил, хăта! — чĕнчĕ кăмака умĕнче ларакан Макçи.
Улангин, кĕрĕкпе çĕлĕкне хывса, Макçи çумнерех пырса ларчĕ.
— Кала-ха чăннипе, хăта, — терĕ Макçи. — Ман пек кăштăркка чăваша паянхи пек вăйă питĕ кирлех-и вара? Ху çине йывăр ан ил, ача-пăчана кăна юрать пек.
— Ку вăййа, Макçи кукка, ача-пăча мар, — çирĕппĕн каласа хучĕ Улангин, — хамăр, пурнăçа курнă çынсем, вĕренмелле. Кăйттăм-кăйттăм мар, çине тăрсах вĕренмелле!
— Эпир çынсене касмах кайăпăр-ши? — терĕ тепĕр пӳлĕмре пашалу унакан Шерхулла.
— Тивĕ.
— Вăрçа-и?
— Кунтах пулăпăр.
— Кунта та касăпăр-и? Купăста кучанĕ пек çынсене ăçтан шыраса тупăпăр, Уланкă тусăм?
— Хăйсемех сиксе тухĕç.
— Çĕр айĕнчен-и?
— Хамăр хушăмăртах вĕсем.
— Вĕсен пуçĕсене касăпăр-и, Уланкă тусăм?
— Касма ĕлкĕрмесен, хамăр пуçсăр тăрса юлăпăр. Хĕрхенсе тăмĕç, касĕç те татĕç.
— Ман пуçа та-и?
— Санăнне те.
— Эсĕ мана, хаваслă тутара, хăрушă япаласемпе ан хăрат-ха, — вашават кăмăлне сасартăк пусарса каласа хучĕ Шерхулла. — Эпир, Макçи пиччепе иксĕмĕр, сана ăслă çын вырăнне хуратпăр. Эсĕ пур, пирĕн сехрене хăпартма витлесе ларатăн.
— Тĕрĕссипе, Шерхулла, — тархасланă сасăпа каларĕ Улангин, — мĕншĕн манăн, ача-пăчаллă çыннăн, юмах ярса çӳремелле?
— Ăсран катăла пуçланă пулĕ эсĕ, Уланкă тусăм, — çăнăхлă аллисене сулкаласа килсе кĕчĕ Шерхулла. — Пуçран аманман-и?
— Кăкăртан.
— Снаряд çывăх çурăлчĕ-и?
— Çывăхра та, инçетре те. Темиçе хут та çурăлнă.
— Кăкăрна лекнĕ вăхăтра мĕнле?
— Ăнсăр пулнă.
— Снаряд ӳкнĕ чухне пуç мими çĕвви сӳтĕлсе каять, тет, вара этем ăс-тăн енчен аташма тытăнать, тет, çапла пулман-и, Уланкă тусăм? — юптарса каларĕ Шерхулла.
— Эпĕ, Шерхулла, вăрçăран пуçа ĕлĕкхи анкă-минкĕ шухăшсенчен тасатса килтĕм, малашне пулассине тавçăрса илме пăртакçă та пулин вĕрентĕм.
— Чăнах вĕрентĕн-и?
— Вĕрентĕм.
— Кама кирлĕ манăн, кĕтӳçĕ тутарăн, шакла пуçĕ? Сыхла пуçна, Шерхулла!
— Касаççĕ, тетĕн?
— Касма пултараççĕ.
— Ăçта?
— Йĕлмекассинчех.
— Йĕлмекассинче çапăçу пулма пултарать-и?
— Пултарать, Шерхулла, питĕ те пултарать.
— Эпĕ мĕн пĕчĕкрен Йĕлмекассинче чăпăркка сĕтĕрсе çӳренĕ. Халĕ ял урамне хĕç çĕклесе тухас-и? Кулса ил-ха ĕнтĕ, Макçи пичче!
— Ма кулас? Хăта ăслă çынччĕ халиччен.
— Апла пулсан, пуçа касса вăркăтиччен пыра тăрантса юлар, — терĕ те Шерхулла тепĕр пӳлĕме тухса кайрĕ.
— Тĕрĕссипе калатăн-и çав, хăта? — именчĕк сасăпа ыйтрĕ Макçи.
— Пулма пултарать, кукка.
— Мана çак ĕçе кӳлнĕ чухне Изотов урăхла каларĕ-çке.
— Мĕн терĕ?
— Хамăр влаçа ялта сыхламалла, терĕ. Урăх ним тума та хушмарĕ.
— Мĕнле сыхлас тетĕн-ха?
— Йĕрке тытса пымалла. Ытлашши алхасса каякан, çапăçса çӳрекен ан пултăр.
— Пуянсем, хура çилĕпе тавăрас тесе, урăм-сурăм пăлхав çĕклесе, хамăр пек çынсене вĕлерме тытăнсан, чăх кашти айне кайса пытанатăн-и е пуянсен умне чĕркуçленсе ларатăн-и?
— Аплах пулĕ-ши вара, хăта?
— Пулĕ.
— Апла эппин, ун çинчен калаçас мар. Манăн та, тем хăрушлăх сиксе тухасса сиснĕ пек, ăш вăркать.
— Ачасем пур-çке...
— Манăн та пур, Макçи кукка, — Улангин Макçи умĕнчен тăчĕ те тепĕр пӳлĕме тухса кайрĕ.
Кăмакара вут çунса пĕтнĕ, кăшт кăна хĕрелсе выртакан кăвар çӳхе кĕлпе витĕннĕ.
— Иркка, çĕрулми пăрахар! — терĕ Макçи, унталла-кунталла пăхкаларĕ, кăмака çине хыпаларĕ, Ирккана тупаймарĕ.
Иркка вĕсем калаçнине итлеме шалти пӳлĕмри кăмака хыçне пытаннă та стена çумĕнче ларнă çĕртех çывăрса кайнă.
14
Шерхуллана нумай çул хушши лайăх пĕлекен çынсем те чун енчен ăнланса çитмен: нихçан та хурлăх мĕн иккенне туйма пĕлмен этем вырăнне шутланă. Чăпар куккук пек пурăнать, тенĕ. Çурт лартман, йăва çавăрман тĕнчен кĕтесĕ те çук, тăрри те, пур енче те тикĕс — каç вырт та ир тăр, вара шĕвик шăхăрса çӳре! Анчах Шерхуллан пурнăçĕ, çынсем шухăшланă пек мар, пĕтĕмпе урăхла пынă. Вăл, тăлăха юлнă ача, чылай вăхăт кĕтӳре çӳренĕ хыççăн пикенсех йăва çавăрма тытăннă, чухăн йышра ӳснĕ Руза ятлă хĕре качча илнĕ, арăмĕ сенкер куçлă, тăп-тăп ӳт-пӳллĕ çын пулнă. Куç епле илемлĕ пăхсан та, чуна савăнтарсан та, кĕмĕл укçа ӳкермест. Мăшăрланнă хыççăн вĕсем Нургали ятлă пиччĕшĕ патĕнче пурăннă, тăм пӳртре тăвăр пулнă. Çамрăк мăшăрăн пӳрт мар, юпа лартма та хал çитмен. Вĕсем вара каллех Шерхулла каччă чух пурăннă Йĕлмекассине килсе тухнă, упăшки кĕтӳçе кĕрĕшнĕ, арăмĕ Варлам пуян патĕнче тарçăра ĕçленĕ.
Савăннă, çуркунне çырмари хăвалăхра шăпчăк юрланă, анчах çав çулах кĕркунне инкек килсе çитнĕ, авăн вучахĕ çинче кушак пуçлă тăмана кăшкăрнă. Вăл çулхине Варлам Варак шывĕ хĕрринчи йăмрасене кăкласа кантăр акма çĕр хатĕрленĕ. Шерхулла арăмĕ пĕр турата пырса тăрăннă та куçне шăтарнă, куçĕ юхса тухнă. Вĕсем унччен юнашар ларса «Сандукач» ятлă юрра юрлама юратнă, халĕ ĕнтĕ сандукач-шăпчăк кĕвви мар, леш тăмана сасси икĕ çамрăк чуна пырса тивнĕ.
Вĕсем пĕр килтен тепĕр киле куçса урайĕнче çывăркаласа пурăннă, ача хыççăн ача çуралнă, арăмĕ пек сенкер куçлисем те, упăшки пек çырă куçлисем те пулнă, вилсе пынă, ашшĕ-амăшне савăнтарма пĕри те пурăнман.
Шерхуллан чĕринче пур савăнăçа та асап кăшласа янă, вăл хурлăха пусарас тесе халăх хушшинче хăйне хаваслă тытма тăрăшнă, юптарнă, кăштах сыпкаланă вăхăтра кăна асапне вăрттăн тытса пыракан чаракĕ тайăлса кайнă, ун чух вăл хăйĕн чи юратнă юррине «Кайттăр идĕм, илем йăрак, кайтмасса яна йĕрек» тесе хăй чĕри çунсан та унăн тĕтĕмĕ тухманни çинчен юрланă.
Ытти çынсем пекех, Макçи те Шерхулла хăйĕн хурлăхне хирти пĕччен тунката айне хурса хăварнă та кайран ăçтине пĕтĕмпех манса кайнă тесе шутланă, анчах паян Шерхулла та тарăн шухăша кайни палăрчĕ. Макçипе Шерхулла автансем авăтма пуçличченех Улангинпа калаçса ларчĕç, малта кĕтсе тăракан хăрушлăх, хура юнлă пуянсем алхасса кайсан, чухăнлăхпа мул хушшинчи ĕмĕрхи хирĕçӳ кайăкĕ ялсенче хаяр çунатне карса иртесси вĕсен умĕнчех тăчĕ. Ирхине Шерхулла тăчĕ те шыв вĕретрĕ, пăртак та пулин чей тутине кĕртес тесе, ыраш улăмĕ ячĕ, яланхи пек юптармарĕ:
— Эпĕ ача-пăчасăр çын, — терĕ вал, чей чашăкне пилĕк пӳрни çине лартса, — анчах эпĕ ачасене хĕрхенетĕп. Чăнах та, Уланкă каланă пек пулсан, Йĕлмекассине те вăрçă пырса кĕрсен...
— Паян та пире ĕнерхи пекех ташлатĕ-ши Уланкă хăта? — терĕ те Макçи куç хĕссе илчĕ, Иркка умĕнче сехре хăппи ĕçсем çинчен калаçма кирлĕ маррине пĕлтерчĕ.
— Тӳсĕпĕр ĕнтĕ, — терĕ те Шерхулла сумкине çакса чупкаласа çӳрекен Иркка енне çаврăнчĕ. — Шкулта сахăр памаççĕ пулĕ? Ăçта васкатăн, хĕрккем?
— Эсир, пысăк çынсем, кунĕпе вăйă вылятăр, лашасене чăм тара ӳкеретĕр, пире выляма юрамасть-и?
— Чей те ĕçместĕн-и?
— Ыраш улăм чейне ĕçсе ларма эпĕ лаша-им? Мана сĕлĕ пашалăвĕ çитет.
— Сĕлле те, хĕрккем, ĕлĕк лашасем кăна çиетчĕç.
— Ĕлĕкхи ĕлĕк, хальхи халĕ, — Иркка сĕтел çинчи пашалăва сумккине чикрĕ. — Эсĕ ĕлĕк чăпăрккапа çӳренĕ, халĕ хĕçпе те пăшалпа. Ăнлантăн-и, Шерхулла пичче?
— Ăнлантăм.
— Ăнлан çав, — терĕ те Иркка, çĕр хута типсе тăнă çăпатисене кантăр хуçнă пек шăтăртаттарса, тухса кайрĕ.
Вăл çĕрле Хĕр-Ваçка йыснăшĕ вăрçă Йĕлмекассине те пырса кĕресси çинчен каланине нумай итлеймен, ытла ăшă кăмака хушшинче ларнăскер темле майпа ирхине кăмака çинче вăранса кайнă. Вăл Йĕлмекассинче мĕн те пулин пулса иртессе Хĕр-Ваçка йыснăшĕ каламасăрах пĕлсе тăрать, мĕншĕн тесен Вилюк пиччĕшĕ Николай кăра çилсем пуласси çинчен пĕлтĕрех каланăччĕ. Кăра çилсем, Николай каланă тăрăх, урăм-сурăм хăрушă пулмалла, Варлам пек пуянсене килĕ-çурчĕпех вĕçтерсе каймалла. Варлам çаплах пурăнать. Антун усламçă ялтан яла сутăва çӳрет, Çерккин тăваткал чӳречеллĕ пĕчĕк лавкки уçă, унта хыткукарлăхне пула хăрса кайнă арăмĕ тăрать, килен-çӳрен çынсемпе хаклашса мăкăртатать. Кун пек харамсене ӳпне-питне çавăракан кăра çилсем пулмаллах, Йĕлмекасси çинчен те шăхăрса иртмелле. Иркка, çапла шухăшласа, хăй тĕллĕн калаçса пынă май шкула пырса кĕчĕ, сиккелесе чупса шавлакан ачасем хушшинче пурне те манса кайрĕ. Шăнкăрав памалли вăхăт та тахçанах иртсе кайрĕ, анчах коридорта çаплах кĕр те шав тăрать, ташлаканни ташлать, юрлаканни юрлать. Учитель килсе кĕчĕ, хăй пӳлĕмне те кĕмерĕ, коридор варрине чарăнса:
— Паян пĕр урок та пулмасть! — терĕ.
Сăлтавне ыйтса тăракан пулмарĕ. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, шкул тĕпĕр-тĕпĕр шавран пушанса шăпланчĕ. Ирккапа Маня пĕрне-пĕри юр çине пăш та паш пăрахакан арçын ачасем умĕнчен, качака путекĕсем пек ĕрĕхсе, чупса иртсе кайрĕç, тăрринче паян вĕр-çĕнĕ ялав вĕлкĕшсе тăракан халăх çуртне утрĕç.
— Сана пашалу çитерем-и? — терĕ Иркка тусне.
— Çитер!
Чупса ывăннă хыççăн хашкаса, пашалу чăмласа хуллен утнă чухне Иркка ĕнер Хамит мухтавлă тимĕр кăвак лашаран иртсе кайни çинчен каласа парасшăн пулчĕ, анчах чĕлхине Шерхуллан типĕ пашалăвĕ тăлласа пычĕ.
Халăх çуртне пырса кĕрсен, аялта хутра никам та курăнмарĕ, çӳлте нумай сасă пĕр харăс юрлани илтĕнчĕ. Икĕ тус кунти пур пӳлĕме те темиçе хут кĕрсе çӳренĕ, çавăнпа вĕсем итлесе тăмасăрах тин уçнă вышеначальнăй училищĕре вĕренекенсем музыка урокне çӳрекен пӳлĕм умне пырса чарăнчĕç. Иркка çăраççи шăтăкĕнчен пăхма пикенчĕ. Арçын ачасемпе хĕрсем ялаихн пек кулкаласа мар, таçта сиксе ӳкес пек çирĕп кăмăллă тăраççĕ. Александр Андреевич ятлă чылай ватă учитель пуç пӳрнине тимĕр татăкĕпе çапса илет:
— Слушай! — тесе юрлать.
— Слушай! — тесе юрлаççĕ пурте пĕр харăс.
Унта çинçе сасăллисем те, хулăн сасăллисем те пур. Учитель рояль умне пырса ларать, пĕр чĕлĕхне пуссанах, вĕренекенсем юрра пĕр харăс ярса илеççĕ, пуçĕсене çӳле çĕклесе, халех пӳлĕмрен утса тухас пек, паттăр кăмăлпа юрлама пуçлаççĕ.
— Мана та пăхтар-ха, Иркка! — терĕ Маня, ăна хулпуççинчен туртса.
Халиччен вулăсра никам та илтмен юрра вышеначальнăй училищĕри ачасем юрлама вĕреннине пăхса тăми епле кăмăллă пулсан та, хăйĕн ырă тусне вырăн памалла пулчĕ. Тепĕр тапхăр юрласа чарăнсанах, Маня алăк патĕечĕн пăрăнчĕ те Ирккана хăйпе пĕрле сĕтĕрчĕ, шĕвĕр пӳрнипе юнаса пычĕ. Пӳлĕмрен кĕске сарă кĕрĕк тăхăннă Липа Халапсина пĕр-пĕчченех тухрĕ, стена çумне пырса хĕсеннĕ Ирккапа Маня умĕнчен иртнĕ чух:
— Мĕн вăрттăн итлесе тăратăр, шĕшлĕсем? — терĕ, йăл-йăл кулса илсе.
— Юрă, — терĕ Иркка шăппăн.
Халапсина чупнă пекех хăвăрт утрĕ. Унăн хĕрачасемпе юлашки хут ăшшăн калаçасси, вĕсемпе пĕрле кулса илесси килчĕ, анчах вăхăта хаклă пусма тавара пĕр çиппи таранччен виçсе каснă пек пайласа хунă. Германи çамрăк Совет çĕршывне хирĕç вăрçă пуçласа янă пирки пулса иртмелли демонстрацире юрлама икĕ юрă вырăсларан чăвашла куçармалла. Вышеначальнăй училищĕре вĕренекенсем пурте — арçын ачасем те, хĕрсем те, — вулăсра тата ялсенче демонстраци ирттерсенех, фронта тухса каяççĕ.
Халăх тăшман çине тапса сикнĕ чух, пĕр тумлам пек татăлса, айккине ӳкме юрамасть. Пĕр тумлам пулса типиччен, пĕтĕм халăхăн аслă çиллине хутшăнса, тăвăллă çумăр пулса çĕкленес, аслати пулса кĕрлесе, тăшман пуçне çапса çунтарма аçа çапас! Хăйĕн пĕчĕкçĕ кил-йышне пысăк йывăрлăх килсе кĕрсен те, паттăр ашшĕ сăмахне итлесе ӳснĕ Липа Халапсина фронта тухса кайма хатĕрленет. Ашшĕ, Изосим Онисимович, Хăвалăхра тиф пĕр киле кăна мар, ытти килсене те пырса кĕнине палăртсан, ялта лазарет пекки уçнă, ăна пулăшса пыма, сестрана кĕрсе ĕçлеме никам та килĕшмен, касă чир пурин сехрине те хăпартнă, çынсем лазарет умĕнчен пăрăна-пăрăна иртсе кайнă. Пĕр Улангин кăна хыпăнса ӳкнĕ, чирлисем валли апат тупкаланă, вырăнти лавкка хуçине хĕстерсе, сармалли-шăлмалли матери илнĕ, вăй çитнĕ таран пурне те тунă. Ватă врач ăнсăр та халсăр çынсем умĕнчен çĕрĕн-кунĕн кайман, юлашкинчен хăй чирленĕ те урама юр çине персе ӳкнĕ... Унăн унччен те тăнлав тĕлĕнче кăвакарнă çӳçĕ халĕ кăпăкпа витнĕ пек шап-шурă, кӳçĕсем путса кĕрсе кайнă, аллисем хăрăк турат пек пулнă — шăммисене сарă тир çеç тытакан этемре Некрасов сăввисене юратакан, халăх патне туртăнакан хăватлă чун пурăнать.
Липа килне çитсенех, чылаях выçса çитнĕ пулсан та апатланса вăхăт ирттерес темерĕ, кĕрĕк пиншакне йӳле ячĕ, хывса тăмарĕ, шалти пӳлĕмре уткаласа çӳресе: «Смело, товарищи, в ногу» юрра хăй ăшĕнче ĕнĕрлесе куçарма тытăнчĕ, шухăшне пĕтĕмпех сыхласа хăварас тесе, хăш-пĕр вырăнта рифмăсем тупма та тăрăшмарĕ. Тепĕр юррине куçарнă чухне ун умне инçе вăрçă çулĕ килсе тухрĕ, вара паттăрлăхпа хăюлăх хирне туртăнакан çамрăк шухăш вăрçă тĕтĕмĕпе вутне кĕрекен шинеллĕ халăх хушшинче хăйĕн вырăнне шыраса тупма тăрăшрĕ. Липăн пĕтĕм ӳт-пĕвĕ вĕриленсе кайрĕ.
Слушай, товарищ,
Война началася.
Бросай свое дело,
В поход собирайся.
Çапла ĕнтĕ, ашшĕ портречĕ пăхса тăракан пӳлĕме, хăй куллен шăварса тăнă чечексене, халĕ чӳречерен курăнса ларакан пилешпе хурăнсене, çырма тытăннă та пĕтермен сăвăсемпе калавсене, сана та, çĕр çултан та ватă тирек, йĕпе чухне çумăртан, уяр чухне хĕвелтен хӳтĕлесе пурăннă аслă йывăç, пăрахса хăвармалла, ӳхĕрсе тăракан çил-тăмансем витĕр вăрçă кĕрлевне утмалла.
Куçарнă чух пуçа килнĕ шухăшсем пурте сăвă йĕркисене кĕрсе каясшăн, çак тăвăр пӳлĕмре тăрса юласшăн мар...
Смело мы в бой пойдем
За власть Советов...
Юрă сăмахĕсем Липăна вăрçă хирне ертсе кĕреççĕ. Сĕтел çитти пек тап-таса юрлă хир. Кунта халĕ нимле хăрушă вай та пулман, нумаях пулмасть хывнă мулкач йĕрĕсем кăна, катан пир çине пăнчăсем хывнă пек курăнса выртаççĕ, шăплăхра нимĕнрен те шикленмесĕр, пăчăрсем юр айĕнче никама курăнми çывăраççĕ. Липа вăрçă хирне кĕнекесенче вуланă пек ӳкерет, хăйĕнчен те хушать. Пирĕннисем тахçанах окопсем чавса вырăп йышăннă, вăрманта тăшман çине сиксе ӳкме хатĕрленеççĕ. Тупăсем, пирĕн енчисем те, тăшман енчисем те, сасартăк ӳхĕрме тытăнаççĕ, снарядсем хаплатса ӳкнĕ вырăнсенче унта та, кунта та юрпа тăпра юписем хăпараççĕ — çак мăкăрланса тăракан карăнтăк витĕр хĕвел çути кĕреймест. Йĕри-тавра каç киле пуçланă пек тĕксĕмленет. Урра! кăшкăрни пур окопсенче те илтĕнсе каять — пĕтĕм халăх вăрман еннелле ыткăнать, ӳксе юлакансем те пур, анчах чĕп-чĕрĕ хӳме шăвать те шăвать.
И как один умрем
В борьбе за это!
Вăрмана кĕрсе кайнă чухне тăшманăн утлă салтакĕсем хĕçĕсене вылятса тухаççĕ, хăйсем пĕрин хыççăн тепри ӳкеççĕ, урисем йĕнерсенчен вĕçерĕнмен пирки сĕтĕрĕнсе пыраççĕ. Липа чупса пынă чухне ун умне юланут килсе тухрĕ, хĕçĕпе сулчĕ...
— Ача-çке эпĕ, — терĕ хăй ăшĕнче Липа, — халиччен пĕрре те пăшал персе курман, вăрçа кĕрсе те кайрăм.
Вăл икĕ юррине те куçарса пĕтерсе хут çине çырчĕ, тепĕр хут ĕнĕрлесе сăмахĕсене тĕрĕслерĕ те сехет çине пăхрĕ: шкула репетицие пухăнма тата çур сехет юлнă, вăл ашшĕ патне больницăна кĕрсе тухма та ĕлкĕрет.
Хĕллехи сивĕ те таса сывлăшран васкаса кĕрсенех Липăна йодоформа шăрши пăвсах илчĕ. Изосим Онисимович хăй яланах ĕçлекен пĕчĕк пӳлĕмре пĕр-пĕччен выртать, икĕ аллине пуçĕ айне хунă.
— Атте, эпĕ çула май çеç чупса кĕтĕм, — терĕ Липа. — Нимле те вăхăт тупаймастăп.
— Каятăн апла? — терĕ те ашшĕ йывăррăн сывласа илчĕ.
— Пурте каяççĕ-çке.
— Халапсинсем, хĕрĕм, нихçан та халăхран уйрăм пурăнман. Кай та, киле манса ан кай...
— Сана йывăр. Тен, каймасан?.. — Липа хăйне çирĕп тытас терĕ, анчах пырĕ пăвăнса килчĕ, макăрса ячĕ.
— Кай, хĕрĕм, кай! Мирпе килни туй пек иртет, теççĕ чăвашсем. Халăхпа чухне йывăрри те çăмăл пулĕ.
— Юрать, атте! — Липа куçне тутăрпа шăлса илчĕ.
— Çурăм хыçне кутамккуна çаксан, ман пата кĕме ан ман. Ачама курса юлам. Тен, юлашки пулĕ, — Изосим Онисимович, вăйсăр пирки макăрса янине кăтартас мар тесе, çаврăнса выртрĕ.
— Кĕретĕпех, атте! — терĕ те Липа ĕсĕклесе макăрса ярасран чупнă пекех хăвăрт тухса кайрĕ, вара шкула каякан сукмак çинче темиçе хутчен чарăнса тăрса макăрчĕ.
Демонстрацие ятне тăвас тесе ирттермелле мар, халăх нумай пулмалла, çамрăк Совет çĕршывĕ çине хăрушлăх килсе тухнине тĕплĕн, йĕрлĕн ăнлантарса памалла. Вулăсри ĕç тăвакан комитетра кун пирки сӳтсе явнă чухне Улангин канаш пани пурне те килĕшрĕ, унта халăха ӳкĕтлесе ĕçре саваланнă ăсталăх сисĕнчĕ. Чылай вăхăт калаçса ларнă хыççăн Улангин таçтан пăчкăпа сава тупса килчĕ, милици дружининчи платник ĕçне пĕлекен тусĕсемпе пĕрле хаваслăн каскаласа, кăнтăрла тĕлне хăмаран илемлĕ кăна трибуна туса лартрĕ.
— Юр çинче хăлаçланса калаçни санăн ятна ӳкерет, — терĕ вăл Изотова. — Вулăсра ĕçлекенсене таçтан курса тăччăр, кусем ĕлĕкхи тиексем мар, епле çӳлте тесе шухăшлаччăр.
Демонстраци пухма палăртнă вăхăт çитиччен чылай малтан Улангин ял тăрăх йыхрав яма, халăха вулăс çурчĕ умне чĕнме пилĕк милиционера кăларса ячĕ, çивĕч чĕлхеллĕ çынсен шутне Шерхулла та кĕчĕ.
— Эсир, юлташсем, хăвăра паттăр тытăр, — хытарсах каларĕ вĕсене Улангин. — Эсĕ, Шерхулла, чи малти пулатăн. Ялава хытă тыт, çил çинче вĕлкĕштĕр!
Чăнах та, пилĕк çĕр киллĕ пысăк ялта вулăсри ĕç тăвакан комитетăн ылтăнпа çырнă ялавĕ мĕнле илемлине, вăл рабочисемпе хресченсен влаçĕ тĕрекне пĕлтернине халиччен кăтартманччĕ-ха. Чи малта урисене кукăртса ташласа юртакан тимĕр кăвак лашапа Шерхулла пырать, каçалапа хытăрах вĕрме тытăннă çил ун аллинчи ялава юмахри хĕм çунатлă кайăка вĕçтернĕ пек вĕлкĕштерет. Шерхулларан тăватă-пилĕк утăм каярах тăватă юланут икшер ретĕн пыраççĕ, хĕçĕсене кăларса хулпуççи çине хунă. Ватти те, çамрăкки те, ача-пăча та урама вирхĕнсе тухать, халиччен ĕмĕрте пулман ялавлă, хĕçпăшаллă çынсем ял урамĕпе пынине пăхса тĕлĕнет. Лашаллă ушкăн кашни урама пырса кĕмессерен уçă саслă çамрăк милиционер хĕçне йĕннине чикет, йĕнер пускăчĕсем çине тăрса, Улангин вĕрентнĕ пек, васкамасăр, ерипен хыпар пĕлтерет:
— Пирĕн çамрăк Совет çĕршывĕ çине нимĕçĕн мул хуçисем тапăннă. Вĕсем пире хăйсен умне чĕркуçлентерсе лартасшăн. Эпир хамăра намăса ямăпăр, алăри хĕрлĕ ялава ӳкермĕпĕр. Юлташсем, ватти те, çамрăкки те, вулăс çурчĕ умне пухăнăр!
Ялавлă ушкăн ял тавра çаврăнса килнĕ тĕле вулăс çурчĕ умне халăх пухăнма та ĕлкĕрнĕ. Килĕсенче пĕчĕк ачасем, утайман-тăрайман çынсем кăна тăрса юлнă. Таçтанах курăнса тăракан трибуна çине Изотовпа пĕрле ыттисем те тухрĕç, вĕсем хушшинче Хĕр-Ваçка та пур — вăл те пĕлсе, те пĕлмесĕрех килсе тухнă. Трибунăран инçе мар, çӳллĕ çĕрте, халăх милиционерĕсем лашисемпе икĕ рет тăраççĕ, чи малта — ула-чăла лашаллă Улангин.
— Халăх! — тет çĕлĕкне хывса Изотов. — Пирĕн власть тĕрекленсе пынине хамăр çĕршыври буржуйсемпе кулаксем кăна мар, пĕтĕм тĕнчери çĕлен-калтасем те кураймаççĕ, пире çĕр çинчен шăлса пăрахма асав шалĕсене хăйраççĕ. Анчах тĕрĕслĕхе никам та тытса чараймĕ. Хăмла шыва путмасть, чул шыв тĕпĕнчен ярăнса тухмасть. Нимĕç капиталĕ пире хирĕç вăрçă пуçласа янă. Эпир кунта тăнă чух пирĕн чи таса чĕреллĕ паттăр юлташсем тăшмана хирĕç çапăçаççĕ. Эпир вĕсен хăюлăхĕ умĕнче пуç таятпăр.
Изотов пуç тайнă чухне халăх пуç тайса илет, ватăраххисем нумайччен çĕлĕкĕсене хывса тăраççĕ. Ирккапа Маня, çынсен хулĕсем айĕнчен туха-туха, трибуна умнех пырса тăнă. Изотов çапăçу пирки каласанах, Иркка Лисук хăйсем кĕрешĕве кайма хатĕрленни çинчен çырнине аса илчĕ, вара пĕтĕмпех унăн шухăшĕ аппăшĕ çине куçса кайрĕ.
— Эх, аппа, аппам! — терĕ вăл ăшĕнче, — эпĕ çакăнта тăнă чухне, сивĕ кун, çапăçма тухса кайрăн ĕнтĕ. Унта çил те вĕрет, юр та тарăн. Мĕнле çӳретĕн-ши ĕнтĕ, аппам?
Изотов хытăран хытă калама тытăнчĕ, унăн сасси хăлха патĕнчех янăраса тăчĕ, Ирккана Лисук çинчен шухăшлама памарĕ, ялти пуянсем çинчен каланă самахсем чĕрине пырса тиврĕç.
— Кулаксем халĕ ĕнтĕ савăнса ӳкрĕç, — Изотов икĕ аллине те чăмăртаса çӳлелле çĕклерĕ. — Иртерех авăтаççĕ вĕсен автанĕсем. Эпир капиталпа çапăçса халтан каясса кĕтсе ан тăччăр, пирĕн вĕсене хĕстерсе пыма вăй çитĕ. Кулак таврашĕ пуçне ытла çĕклес пулсан, вĕлерӳпе хăратма хăтлансан, касма хĕç, пеме пăшал та тупăнĕ. Çапла-и, халăх?
— Çапла! — тесе каларĕ те Улангин, хĕçне кăларса çĕклерĕ.
Унпа пĕрлех лашаллă тусĕсем пурте пĕр харăс хĕçĕсене пуçĕсем çинче вылятса илчĕç те пĕр харăс йĕннисене чикрĕç.
Изотов каласа пĕтернĕ-пĕтерменех халăх çуртĕнчен вышеначальнăй училищĕре вĕренекенсен колонни утса тухрĕ, вĕсен умĕнче сарлака ялав, çӳлелле хăпарса каяс пек туртăнса, çил çинчи вучах пек ялкăшса вĕлкĕшрĕ. Трибуна çине пăхса тăракан халăх «Смело, товарищи, в ногу» юрра юрласа, урисене салтакла пĕр харăс пусса, аллисене çирĕп сулса килекен çамрăксем çине куç хыврĕ.
— Лайăх пăхса юлăр, юлташсем, çамрăксем çине! — терĕ трибуна çинчен Хĕр-Ваçка. — Пирĕн пĕтĕм вулăс илемне кĕртсе тăракан шанчăклă каччăсемпе хĕрсем фронта тухса каяççĕ. Пирĕн влаçа начар теме хăтланакан суя çăварлă çынсем пур. Вĕсем халĕ çак çамрăк халăх çине пăхса тăма та хăраççĕ, хапха шăтăкĕнчен кăна асăрхаççĕ. Пирĕн влаçшăн çакăн пек маттур каччăсемпе хĕрсем çапăçма та, кирлĕ чухне вилме те кайнă чухне кам пире хурлама пултарать? Фронта каякан шăллăмсем, йăмăкăмсем, кăна эпĕ салтакра пулса курнă çын, калатăп сире. Эпир салтака кайнă чухне «çăлтăр витĕр çул курăнать» тесе юрлаттăмăр. Сирĕн çулăра хĕрлĕ ялав çутатса пытăр, çĕнтерӳ патне илсе çитертĕр. Паттăр çул сире, шăллăмсемпе йăмăксем! Эпĕ калани халăх калани пултăр!
Хĕр-Ваçка, трибуна умĕнчен иртекен çамрăксем енне пуç тайса, çĕлĕкне сулса илчĕ. Вăл тытăнкăллăрах калаçрĕ, анчах чĕререн тухакан сăмахсем чылай çын куçне шывлантарчĕç. «Шăллăмсемпе йăмăксем» тенĕ чух çĕтĕк шинеллĕ çыннăн сасси, чăнах та, хăйĕн килĕнчи тăванĕсене ăсатакан аманнă пиччĕш сăмахĕсем пек илтĕнчĕç. Хĕр-Ваçка, пысăк ăсату шухăшне чунтан-вартан туйса, пĕр вăхăт халтан кайнипе йывăç ури çинче тайкаланса илчĕ. Иркка Хĕр-Ваçка çине тимсĕлсех пăхса тăчĕ, унăн сăнĕ пĕр хаярланса, пĕр савăнса, пĕр тĕксĕмленсе, пĕр шуралса илнине асăрхарĕ, хăйсен ял çыннипе вăл мухтанчĕ, мĕншĕн тесен вăл çӳллĕ вырăна тăрса илемлĕ каччăсемпе хĕрсене çул сăмахĕ калама тивĕçлĕ пулчĕ, каласса та чĕрене витермелле, çынсем макăрса ямалла каларĕ. Тепĕр енчен, Иркка Ваçка пиччĕшне хĕрхенчĕ, мĕншĕн тесен вăл вăрçăра çӳресе аманнă, аран-аран килне килсе çитнĕ. Хăйĕн ялĕнче те ăна, паттăр çынна, Варлам таврашĕсем пурнăç памарĕç, арăмне çĕçĕпе чиксе вĕлерчĕç, ачи-пăчине тăлăха хăварчĕç. Шухăша путнă Иркка колоннăн чи малти ретĕнче пĕр арçын ачапа юнашар Липа Халапсина аллине сулса юрласа пынине курчĕ. Вĕренекенсем хыççăн пĕтĕм халăх шума тытăнчĕ, шавлакан, кăшкăрашакан пулмарĕ, çавăнпа та каçалана сулăннă кунăн сивĕ сывлăшĕнче вăрçă юрри тап-таса илтĕнсе тăчĕ.
Виçĕ çамрăк сасă сивĕ сывлăшра йĕс шăнкăрав пек янăраса кайрĕ. Вĕсем пĕтернĕ-пĕтермен, колоннăра пыракансем пурте пĕр харăс юрласа ячĕç:
Пурте, пĕр кар тăрса,
Вăрçа каятпăр...
Тепĕр кун вышеначальнăй училище класĕнче пĕр çын та курăнмарĕ, шав та илтĕнмерĕ. Алăкĕ çине кăранташпа кĕскен кăна çапла çырса хунă: «Все ушли на фронт».
15
Вулăсра шавлă демонстраци пулса иртнĕ хыççăн тепĕр икĕ кунтан Станук Макçи Хамите кӳлчĕ те ирхине ирех хăй ялне тухса кайрĕ. Килне тунсăхласа çитнĕ Иркка ларса пычĕ. Хĕр-Ваçка ăна та, Шерхуллана та калаçса татăлнă кун пулмах каларĕ. Макçи ялĕнче те, килĕнче те ним улшăну та асăрхамарĕ, лашине тăварчĕ, çуна çине хурса килнĕ сĕлĕ улăмне аслăк айне пăрахрĕ. Хамитăн хăлхи хыçне хыçса тăракан Иркка унталла-кунталла пăхкаласа илчĕ те:
— Атте! Э, атте! — терĕ.
— Мĕнле чĕлхе вăл сан? Кĕçĕтсех тăрать-им? — тарăхса илчĕ ашшĕ.
Иркка, чăнах та, вулăсра пĕрле пурăнма тытăннăранпа, кунĕн-çĕрĕн калаçса, яланах мĕн те пулин тĕпчесе, ашшĕн тинкине кăларнă.
— Мĕн вара, хĕрĕм? — Макçи Иркка пуçне пăрса тепĕр еннелле пăхнине курчĕ те пурне те пĕлме тăрăшакан ачан кăмăлне хуçас темерĕ.
— Пирĕн ялта чакак нумайланса кайнă, атте, — Иркка аллине сулкаласа илчĕ. — Лере те чăкăртатаççĕ, кунта та.
— Кам та пулин выльăх пуснă пулĕ. — Ашшĕ пӳрте кĕрсе кайрĕ.
Чакак хыпарĕ Ирккана канăç памарĕ. Вăл урама тухрĕ, пăхса тăчĕ-тăчĕ те чакаксем кĕске хӳрисене вĕлтĕртеттерсе, ула кураксем лапăсти çуначĕсене сулкаласа çырманалла вĕçнине асăрхарĕ. Нумайранпа юр çуман пирки хытса кайнă, хăш-пĕр çĕрте шыв тăкнипе пăрланнă çулпа Иркка валак патне анса кайрĕ. Çырма тĕлĕнчи шывăн пăрĕ кăвакарса кайнă — ун тăрăх çăпатапа йăр-яр шуса пыма питĕ аван, ура тĕпне кăмăллăн кăтăклать. «Кам та пулин выльăх пуснă пулĕ» — терĕ ашшĕ. Кам та пулин кăна мар иккен. Хĕрарăмсем çăл таврашĕнче те, ваксен умĕнче те нумай, кĕпе киллисене, çăл кункăрине ярса, пыршă çăваççĕ, ваксенче чӳхеççĕ.
— Ха, Иркка стутенсă килнĕ! — терĕ, ахăлтатса кулса, усламçă Антун арăмĕ.
— Килтĕм çав, — терĕ Иркка, валак кункăринче ярăнакан пыршăсем çине пăхса илчĕ: пыршăсем варăм, айккинчи çу карăнтăкĕсем аялалла усăнса тăраççĕ.
— Мĕн пырши ку, инке?
— Хураман.
— Хурамана пусмаççĕ.
— Пирĕн пек чухăнсем пусаççĕ.
— Эсир чухăн-им? — терĕ Иркка. — Антун пиччен хутаç тулли укçа чăштăр-чăштăр тăвать.
— Мĕн вăл чăштăр-чăштăр туни, ачам, — Антун арăмĕ çивĕч чĕлхеллĕ ачана йăпатанçи пулчĕ. — Сирĕн аçăр ĕнтĕ пуйса кайрĕ, çăпата шаккаса ларнă çĕртенех савит тиекĕ пулса тăчĕ.
— Кил-ха кунта, Иркка! — илтĕнсе кайрĕ пĕр палланă сасă.
Инçех те мар вак умĕнче Вилюк амăшĕ тăра парать, аллине вараланчăк вăрăм пыршă тытнă.
— Эсĕ унта, ĕçчен чунăм, пысăк çынсемпе чĕрре кĕрсе çӳриччен, — терĕ вăл, — акă çак пырша тыт та ав лере кай, юр çинче Вилюкпа пĕрле тапта!
Иркка юр çинче сиккелеме хавасах пулчĕ, алсишĕсене хывса кĕсйине чикрĕ, пыршăна вĕçĕнчен тытрĕ те сĕтĕрсе чупсах кайрĕ.
— Асту, Иркка, татса ан хăвар! — илтĕнчĕ Вилюк амăшĕн сасси.
Вилюк тахçанах килнĕ пулмалла, хăй тавра темиçе çĕрте те юра çаврашка-çаврашка хуратма ĕлкĕрнĕ, халĕ ниçталла та пăхмасăр кĕнекине тулалла тавăрса хунă хырăм çинче сиккелет.
— Вилюк, мĕн пуснă эсир? — терĕ Иркка, кĕтуçĕ чăпăркки пек тăсăлса килекен пыршăна пăрахса.
— Сурăх.
— Чирлерĕ-и?
— Çук.
— Мĕншĕн апла пуснă?
Пурте пусаççĕ, — хăй ытла нумай пĕлнĕ пек куç айĕн пăхса илчĕ Вилюк. — Вăрçă пуçланса кайнă, тет, пĕтĕм выльăх-чĕрлĕхе ялсенчен тухса каймалла, тет. Эпир мĕн? — йĕрĕннĕ пек çинçе сасăпа каларĕ Вилюк. — Сурăх çеç пуснă. Антун арăмĕ вара икĕ ĕнине те, сурăхĕсене те йăлт пуснă. Куртăн-и, вăл валак патĕнче пĕрене пек хулăн пыршăсем çăвать.
Иркка пыршă çинче, Вилюк хырăм çинче сиккелесе нумайччен калаçрĕç. Ирккан хыпар хутаçĕ кĕске вăхăтрах чăп тулли пулса çитрĕ. Хĕрарăмсем пĕр-пĕринпе калаçса пыршă çăваççĕ. Чакаксем, ула кураксем нумайланнăçем нумайланса пыраççĕ, чакăлтатаççĕ, кăранклатаççĕ, çынсем хушшине кĕрсе кайма хăрамаççĕ, ватă йăмрасем çине ларса туратсене силлентереççĕ, çынсем çине пас тăкаççĕ.
Кĕтмен çĕртен юланут килсе тухрĕ, пăшалĕ те пур, хĕçĕ те пур, лаши те чаплă. Хĕрарăмсем, хăйсен умне антихрист тухнă пек, хăраса ӳкрĕç, шухăшлама та пăрахрĕç, хăшĕ аллине пыршă тытнă, хăшĕ вак умне пĕшкĕннĕ, тепри шăнса хур ури пек хĕрелсе кайнă аллине вĕрме тытăннă — çаплипех хытса тăчĕç.
— Мĕн тăватăр кунта, инкесем? — терĕ те Шерхулла лашине валак умне чарчĕ, анчах лаши туртăнса шыв кункри патне пычĕ, шăршларĕ те ĕçмерĕ.
— Шерхулла-çке! — терĕ шурăхса кайнă Антун арамĕ. — Калама та намăс, Шерхулла, сехре хăпса тухрĕ, йăванса каяс çĕртен çак кункăраран аран тытса юлтăм.
— Сире çапла кирлĕ, инке.
— Эсĕ, Шерхулла, хĕрарăм старости пулса кайрăн-им? — терĕ хавасланма ĕлкĕрнĕ пĕр хĕрарăм,
— Манăн халĕ хĕрарăм старости пулмалла.
— Мĕншĕн, ара?
— Мĕнпур хĕрарăм упăшки пуласшăн-и?
— Пире пурне те пĕр çурта пухас теместĕн-и? Хĕрарăмсем пурте пĕр харăс калаçса, ахăлтатса илчĕç.
— Выльăх старости пулма нимле май та юлмарĕ, — тарăхса та кулнă пек пулса каларĕ Шерхулла. — Выльăхсене кăх-кăх пусса пĕтеретĕр-çке. Пăхăр ĕнтĕ Антун арăмне, чип-чипер. инкене... Пыршине пăхсах пĕлтĕм: пăлан пек ĕнине пуснă. Халĕ ĕнтĕ шăрттан тăвать, ман пек шакла пуç тутара шăммине те памасть.
— Пыр, ара, Шерхулла, пыр! Пуçне те ĕнтмен-ха! — Антун арăмĕ ахăлтатса каларĕ, анчах ун сасси кулакан хĕрарăмсен кĕрлевĕнче илтĕнсех каймарĕ.
— Кунта мĕн туса çӳретĕн эсĕ? — куларах каларĕ Шерхулла, хĕрарăмсем хушшинче тăракан Ирккана курса.
— Пыршă таптатăп.
— Мĕн пуснă вара Макçи пичче? — Шерхулла çиллине кăтартас пек каламарĕ, анчах çилли куçĕнче те курăнчĕ, сассинче те сисĕнчĕ.
— Хапха юпине пусрăмăр, Шерхулла пичче, — Иркка кулса тутисене сарса ячĕ, шурă шăлĕсене кăтартрĕ.
Шерхулла Макçи тем пуснă пек ăнланчĕ, çынсем çине пăхма пăрахрĕ:
— Халăх çине хĕрарăмсен те пымалла. Питĕ пымалла! — тесе хаяррăн каларĕ, лашине аяккинчен чĕлпĕр вĕçĕпе çапрĕ те шак сиккипе чуптарчĕ, йăмралăх хыçĕнчи тăкăрлăкра çухалчĕ.
Яланах хаваслă та юптарса калаçакан кĕтӳçĕ тутар пĕкĕ пек авăнчăк мăйлă хитре лашапа сасартăк килсе тухни пурне те тĕркĕш шухăша ячĕ, пĕрне те савăнтармарĕ. Çуни çуса ĕлкĕрнĕ, çуманни çуман — пыршăсене витрисене тултарчĕç те килсерен саланчĕç. Нумайранпа апат кĕтсе вĕçсе те, йăмрасем çинче ларса та ывăннă чакаксемпе ула кураксем çăл таврашне ушкăнĕ-ушкăнĕпе пырса ларчĕç — вĕсем чакăртатни те, кăранклатни те урăх илтĕнмерĕ.
Мĕн ĕлĕкренпех пуху хурал пӳртĕнче пулса пынă — чи шăллисем пуçтарăнса ларнă та хăйсене кирлĕ май халăх ĕçне татса панă, чике тăршшĕ лартнă, кам та пулсан хирĕçме тăрсан, ăна эрех парса ӳсĕртнĕ е ахалех çапнă та чикелентернĕ. Паян ялти пур çын та — çамрăкки те, ватти те хăпса килнĕ, хурал пӳртне йĕри-тавра хупăрласа илнĕ, аякран пăхсан, пӳрчĕ тунката пек кăна курăнса ларать. Ĕлĕк хурал пӳртĕнче саккун кăларса ларма юратнă карма çăварсене халăха капла ирĕк пани пĕрре те килĕшме пултараймасть. Чиркӳ старости Муçук, хăлхине хăнкăлă кĕнĕ пек, халăх хушшинче тарăхса çӳрет, хĕрарăмсем умне пырса тăрать, çиллине шăнарайман енне кăçатă пуçне туйипе шаккаса илет:
— Мĕскерле шуйттан хăваласа килчĕ сире? — тет.
— Чĕнтерчĕç-çке, — теççĕ лешсем.
— Самана пăтранса кайрĕ, — тет Муçук, татах утать, каллĕ-маллĕ пăхкалать.
— Эсир тата мĕн шăршласа çӳретĕр кунта? — тет вăл чупкаласа çӳрекен ачасене çыпçăнса. — Сире аннĕрсен хырăмĕсене каялла хăваласа кĕртмелле.
Пĕтĕм халăх куртăр, пурте илтмелле каламалла, çавăнпа та хурал пӳртĕнчи сĕтеле урам варрине илсе тухса лартмалла пулчĕ. Хĕр-Ваçка сĕтел çине хăпарса тăчĕ, халăх хушшинче тăнкăлтăк сиксе çӳресе чылаях тарланă хыççăн халĕ çанталăк чылаях сивĕ иккенне, çил хăлхана та чĕпĕтсе вĕрнине сиссе илчĕ.
— Вăрçă хыпарĕ пирĕн яла килсе кĕнĕ, — терĕ вăл аптранине пĕлтерсе, ĕнсине хыçса илчĕ, — анчах вăл аслă урампа мар, тăвăр тăкăрлăкпа çӳренĕ чух хăйне темле çӳп-çап та лектерсе пĕтернĕ, хăйĕнпе пĕрле Варак шывĕ хĕрринчи курак-чакаксене пурне те Йĕлмекасси çине вĕçтернĕ. Нимĕç мул хуçисем пирĕн халăха хирĕç вăрçă пуçласа янă. Пирĕн юлташсем чунне те пурнăçне хĕрхенмесĕр кĕрешеççĕ. Паллах ĕнтĕ, вĕсене тырă та, какай та кирлĕ. Эсир кунта мĕн хăтланма тытăннă? Чухăнсем юлашки ĕнине, ĕне çуккисем качакине йăкăлт йăвантараççĕ те пусаççĕ, хăйсене те, ачи-пăчисене те юр-варсăр тăратса хăвараççĕ. Ыранах çĕççĕрсене пăрахăр, ача-пăчасене сĕтсĕр ан хăварăр. Халĕ пирĕн ял çĕршыва пин çурă пăт тырă памалла, какай парăмĕ те пур... Сире, тăвансем, Хĕр- Ваçка коммунист тесе хăратаççĕ. Эпĕ сирĕн пек çынах, сывлăх енчен сиртен нумайăшĕнчен катăк, ытти енчен те эсир мана пĕлетĕр. Эпĕ коммунист, тăвансем, анчах эпĕ унта сире çаратма мар, пулăшма кĕтĕм. Эпир патшалăха тырă пама пултаратпăр-и? Калăр-ха, тăвансем? Эсир пурне те пĕлсе тăратăр, пĕлмĕше перетĕр, ĕмĕртенех кулаксенчен хăраса пурăнма вĕреннĕ, коммунистăн хăрама юрамасть, çавăнпа эпĕ тĕрĕссине калама тивĕçлĕ. Пирĕн ялта тырă нумай, анчах вăл чухăнсен аллинче мар. Кам-кам аллинче? — Ваçка халăх çине пăхса тăчĕ, хăй хĕрсе çитнине, сивве туйманнине сисрĕ. — Каллех пĕри те чĕнместĕр. Эппин нумай ваклашса тăрас мар, пин те пилĕк çĕр пăт тырра ятран валеçсе тухар та тӳлер. Юрать-и апла, тăвансем?
Халăх кĕр-кĕр шавласа илчĕ, унтан та кунтан çилĕллĕ сасăсем хăпса тухрĕç.
— Юрамасть!
— Пуянсем тӳлеччĕр!
— Самăрăлса кайрĕç.
— Чăн сăмахăн суйи çук, — терĕ Ваçка, — пуянсен тӳлемелле, вĕсен хутаçĕсене силлеме вăхăт çитрĕ. Камсен тӳлемелле? Камăн халĕ тырă йăтăнса выртать.
— Варламăн! — терĕç темиçе сасă пĕр харăс.
— Миçе пăт хурар Варлам çине? — ыйтрĕ Ваçка.
— Пинтен кая мар! — терĕ пĕри.
Сăвай çапнă чухне малтанхи сасса ыттисем те ярса илнĕ пек, халăх пĕр кĕске сăмаха тытрĕ те кĕрлерĕ, çак сăмах, акăш-макăш шавран тухса, никам çапса антарас çук кайăк пек, пĕтĕм ял çинче тăчĕ.
— Пин!
— Пин!
— Пин!
— Пин тесе эпĕ мар, тăвансем, халăх калать. — Ваçка, халăха лăпланма ыйтса, мулкач çĕлĕкне сулласа илчĕ. — Хирĕç калакан пур-и?
— Парăр-ха мана сăмах! — туйине çĕклесе, халăх хушшинчен Муçук кăшкăрчĕ.
— Кала! — терĕ Ваçка.
— Сирĕн шухăшласа пăхасчĕ, хура халăх, — терĕ Муçук, пыр тĕпĕпе çухăрса, çĕкленсе кайнă шава хупласшăн пулчĕ, анчах пĕрин хыççăн тепри кăшкăрашма тытăнчĕç.
— Халăх умне тух.
— Сĕтел çине!
— Кĕççе питна кăтарт!
Ĕлĕкхи мăнкăмăллăхне çухатман Муçук тĕкме пек таракан çынсем хушшинчен ерипен утса тухрĕ, ăна Шерхуллапа Станук Макçи сĕтел çине хăпарса кайма пулăшрĕç, хыçалтан тĕрткелесе илчĕç.
— Мĕншĕн-ха пирĕн чăваш чăваша çимелле? — терĕ йăваш сасăпа Муçук. — Хамăр пекех чăваша, Варлам Ваеильча, пĕтерсе лартнипе эпир хамăр çылăхсене каçарăпăр-ши? Çук, пурте эпир пысăк çылăхлă. Чăваш чăваша хĕрхенес пулать.
— Миçе пăт хурасшăн эсĕ Варлам çине, — терĕ пĕр хĕрарăм сасси.
— Çĕр пăт, — терĕ Муçук.
Ваçка çĕлĕкне тем пек çавăрсан та, çил-тăвăл килсе çапнă пек, халăх кĕрлесе кайрĕ, чи çивĕч сасăсем кăна çак шавăн тарăн авăрĕнчен сике-сике тухаççĕ:
— Чиркӳ çĕрне кам туртса илчĕ?
— Чиркӳ çĕрне!
— Чарăнăр-ха, чăвашсем! — тесе Муçук темиçе хутчен те кăшкăрса пăхрĕ, анчах халăх ăна хăй хушшине туртса илсе çăтса ярас пекех çиллес ӳхĕрчĕ.
— Карма çăвар!
— Сĕтĕрсе антарас!
— Ишмек тăвас!
— Тӳнккес!
— Тăвансем! — Ваçка салтакла хытă каласа хучĕ те, халăх сасартăках лăпланчĕ. — Эсир ишмек пирки ан калаçăр, Муçука тытса хĕнени ан пултăр, саккуна пăхăнса канашлар. Тата каламалли пур-и сан, Муçук пичче?
— Эсир мана ытла çиленсе ан кайăр, — терĕ Муçук ишмек тăвасран хăраса ӳкнипе тытăнка ернĕ сассипе. — Варлам, чăнах та, чиркӳ çĕрне тытса илчĕ. Ăна турă курĕ, хăйне кирлĕ пек айăплĕ. Чăвашсем, çапах ытла усалланас мар.
— Мĕншĕн Варлам чăваш пулсан та усал? — терĕ пĕр хĕрарăм сасси.
— Эпир йăваш, эсир усал пулмалла-и? — терĕ арçын сасси.
Халĕ ĕнтĕ Ваçка халăха нимĕнле те чараймарĕ, Муçука намăс сăмахсем каласа хăртни те, ишмек тума юнани те илтĕнчĕ. Сĕтел патĕнче хĕçпе те пăшалпа тăракан Шерхулла çиленсе çитнипе вăхăтлăха чăвашла манса кайрĕ, тутарла вăрçса тăчĕ:
— Авăзнă! — тесе кăшкăрчĕ те Муçука икĕ аллипе кĕрĕк аркинчен карт туртрĕ, лешĕ Ваçкана хулĕнчен ярса тытрĕ, хăйпе пĕрле сĕтел çинчен ăна та сирпĕнтерсе антарчĕ.
— Иптешсем! — терĕ сĕтел çине сиксе тăрса Шерхулла, халăх шăпах пулчĕ. — Ай-ай, çилĕ капланса килчĕ те чăвашла та манса кайрăм. Эпĕ халиччен халăх çине тухса курманччĕ. Мăнтарăн кĕтуçĕ тутара кам итлетĕр? Итлеме килĕшетĕр-и, тăвансем?
— Кала, Шерхулла! — терĕç темиçе хаваслă сасă, халăх хушшине савăнăç килсе кĕни сисĕнчĕ.
— Кунта пакăлти Муçук чăваша чăваш тивмелле мар терĕ, Варлам пуяна минтер çине лартса ачашласшăн пулчĕ. Муçук, чăваш тилли, питĕ чее сукмак хывать, халăха çав сукмакпа чăваш кашкăрĕ Варлам патне ертсе пырасшăн та капкăна лектересшĕн. Чухăн чăваш пуян чăваша хĕрхенмелле, анчах тыррине кам тӳлемеллеши? Тутар-и? Манăн, кĕтӳçĕ тутарăн, хама çиме те çук. Манăн арăм, тутар майри, Варлам чăваш патĕнче ĕçлесе çур ĕмĕрне ирттерчĕ, хăрах куçлă пулса юлчĕ. Чăваш Варлам чăвашсене хĕрхенет-и? Халăх темиçе çул хушши вăрçăра тарăхать, выçа ларать. Лере, куратăр-и? Варлам капанĕсем епле каçăрăлса лараççĕ. Вăл миçе çĕр пăт пытарчĕ тата? Варлама тытса силлемелле. Тӳлетĕр шайттан ялесшĕ! — терĕ те Шерхулла сĕтел çинчен сиксе анчĕ, Ваçкана сĕтел çине хăпарса тăма пулăшрĕ.
— Варлама пин! Килĕшетĕр-и? — терĕ Ваçка.
— Килĕшес! — тесе шавларĕ халăх.
— Варламсăр пуçне пирĕн пĕчĕкрех пуянсем — киввисем те, çĕннисем те пур. — Ваçка халăх çине пăхса илчĕ, пуянсен ячĕсене каласса чылай кĕтсе тăчĕ. Çăвар уçма хăякан пĕр çын та тупăнмарĕ, шурă пăс айĕнче халăх шиклĕх кĕрĕкне пĕркеннĕ пек тăчĕ. Çынсене мĕнле те пулсан хускатса ярас пулать, вара пуянсен ячĕсене калакансем тупăнаççех, тесе шухăшларĕ Ваçка.
— Именсе им пыл хыпса тăратăр пулсан, кайран йӳççине хамăрах сыпăпăр, — терĕ вăл, — тата çур пинне ятран валеçĕпĕр те тӳлĕпĕр эппин.
— Çĕнĕ тырăпа-и? — ыйтрĕ пĕри.
— Çак эрнере парса татмалла! — терĕ Ваçка.
— Ваçка, ху та пĕлетĕн-çке, салма тума та çăнăх çук, — терĕ малта тăракан Наçтук.
— Пĕлетĕп, Наçтук аппа.
— Пĕлсен, мĕншĕн вара ятран валеçесшĕн?
— Эпĕ хам валеçесшĕн мар. Халăх мĕн шутлать-ши? Ятран тӳлетпĕр-и, халăх? Шăнса çитрĕмĕр, саланас пулать.
— Салансан вара? — ыйтрĕ пĕр сасă.
— Тӳлес пулать, — татăклăн каласа хучĕ Ваçка.
— Мĕнле? — терĕ çав сасах.
— Халăхран ыйтатăп.
Пурин ури çине те ĕне пусса тухнă пек, çынсем сиккелеме, аллисене суллама тытăнчĕç, малтан шăппăнрах калаçни ӳссех пычĕ, çуркунне пăр чăшăлтатнă пек туйăи-чĕ, пĕр арçын сасси пур шава та хупласа илтĕнсе кайрĕ:
— Çĕнĕ пуянсене силлес!
— Ячĕсене калăр! — терĕ Ваçка.
— Çеркки!
— Антун!
Вăрçă вăхăтĕнче пуйса кайнă çынсен ячĕсене темиçе хут та калани илтĕнчĕ. Çеркки çынсене тĕрткелесе малалла тухни, çĕлĕкне çĕклени курăнса кайрĕ.
— Çеркки пичче, калас килет-и сан? — кăшкăрчĕ Ваçка
— Калас килет.
— Кала эппин.
— Эсир, тăванăмсем, ман çине ахалех ан тăрăнăр, — терĕ вăл, сĕтел умне пырса тăрса. — Мĕн пуянлăхĕ ман? Халăха пулăшас тесе кăна шăрпăкпа краççын суткалалăп. Ачасем иккĕш те салтакра. — Вăл малалла ним те калаймарĕ. Çеркки хăйне мĕскĕн пек кăтартма тăчĕ. Халăхран сасăсем пĕрхĕнсе тухрĕç:
— Пулăшать иккен, хыткукар!
— Тире сĕвет!
Наçтук, тăлт-талт вирхĕнсе пырса, хăех сĕтел çине хăпарса тăчĕ, икĕ аллине чăмăртарĕ те никам çине те пăхмарĕ, васкаса калама тытăнчĕ:
— Ăçтан чĕлхи çаврăнать-ши çак Çерккин? Халăхăн çунма чунĕ пур, хуйхине каласа пама чĕлхи пур. Ăна, çĕр çăтмана, суйса пурăнма шуйттан чĕлхи панă. Вăрçă вăхăтĕнче халăха çаратса пуйрĕ. Арăмĕ хăй пуянĕпе мухтанса çӳрет, кирек кама та çара пакарта тесе хăртать. Антун та пушкăрт лашине хăвалать, куллен хăй шăтăкне арлан пек пурлăх пухать. Çерккипе Антун халăх пĕтĕмпех выçса юласса кĕтеççĕ.
— Хăрт вĕсене, Наçтук! — тесе кăшкăрчĕ пĕр арçын.
— Пĕтĕм халăхпа хăртăпăр, — терĕ хытă сасăпа Наçтук, — вĕсем пирĕн ĕнсе çинче пыйтă пек пурăнаççĕ. Çĕр аллăшар пăт иккĕшне те!
— Тӳлеттерес! — тесе шавларĕ халăх.
— Çĕр аллăшар апла! Хирĕç калакан çук-и? — терĕ Наçтук, хăй сĕтел çинче ытла хуçа пулса кайнине сисрĕ те Ваçка çине пăхса илчĕ.
— Калаç, Наçтук инке! — терĕ Ваçка.
— Мана сăмах! — терĕ сĕтел умĕнчех тăракан Çеркки.
— Кала, — терĕ Наçтук.
— Ун чухлĕ хал çук, — терĕ те Çеркки, кĕрлесе тăракан халăх сассине çĕнтерес çуккине сисрĕ.
— Тӳлемесен, асту, Çеркки, тĕпсакайĕ мĕнĕпех ухтарăпăр, шăршласа тупăпăр.
Наçтук аллине чăмăртаса çапла калани Çерккие тăнлавĕнчен тараса пуканĕпе çапнă пекех пулчĕ, халтан ячĕ, тара ӳкерчĕ, тĕпсакайĕнче пурăнакан таркăн ывăлĕ умне килсе тăчĕ. Çеркки пуçне лашт чикрĕ те халăх хушшине кĕрсе çухалчĕ, Наçтук малалла мĕн калани те хăлхине пырса кĕмерĕ.
— Кунта Ваçка какай парăмĕ çинчен те каланăччĕ, — терĕ Наçтук. — Ку сăмаха пирĕн аркă айне хăварас марччĕ. Какай парассине килĕрен валеçни те тĕрĕсех пулмĕ. Эпир хамăр та парăпăр, анчах, Ваçка шăллăм, пуянсен витисенче те самăр выльăхсем пур. Çĕнĕ пуяна тухса кайнă Антун ĕнер пĕр ĕне, паян тепĕр ĕне пусрĕ те, пушкăрт лашине лĕпсĕртеттерсе, какай сутма çармăс еннелле тухса кайрĕ. Калассине каларăм ĕнтĕ. Çитет! — терĕ те Наçтук сĕтел çинчен сиксе анчĕ.
— Пар-ха сăмах! — терĕ те Шерхулла сĕтел çине хăпарса тăчĕ.
— Ялта выльăх мĕн чухлĕ пуç иккенне çырса пынă-и, пыман-и, — терĕ те кулса илчĕ. — Ăна эпĕ пĕлместĕп. Эпĕ ачаранах Йĕлмекассинче выльăх старости пулса пурăнатăп, камăн миçе пуç пур, пурне те туя çине картласа хунă. Камран пытарсан та, манран пытарма çук. Хамăн картлă туяна халăх умне килсе парăп, какай парăмĕ валеçнĕ чухне питĕ кирлĕ пулĕ. Эсир, халăх, мана, кĕтӳ патшине, итлĕр, ĕнесемпе качакасене пусса, чипер ачасене сĕтсĕр ан хăварăр, ан макăртăр. Сире кунта Ваçка питĕ ăслă каларĕ, çĕççĕрсене выльăх пусма ан хăйрăр, çăл куçĕ патĕнче пыршă çуса курак-чакак ан пухăр, Ваçка каланине хăлхана чикесчĕ сирĕн, мĕншĕн тесен Ваçка сăмахĕ — саккун сăмахĕ.
Халăх ерипен саланчĕ. Халиччен кăпăш юр айĕнче выртнă урам йĕтем пекех такăрланса юлчĕ.
16
Натюк нумай шухăшланă хыççăн хăй пурнăçпа вилĕм хушшине пырса кĕнине пĕтĕмпех туйса илчĕ, çутă тĕнчерен уйрăлса каясси ăна питĕ хăратрĕ, урисене халех такăнса ӳкес пек çемçетсе ячĕ. Тӳпере пĕлĕтсем пулса çитнеĕ тулă анисем пекех сарăлса выртаççĕ, вĕсене вырма çĕнĕ уйăх тухнă.
— Вилĕп-ши? — тесе шухăша кайрĕ Натюк, урампа иртсе пынă çĕртен чарăнса тăчĕ, пӳртсенче хăйчиккисем сӳрĕк çуннине пăхса илчĕ, Варлам çурчĕн пысăк чӳречисенчен кĕлтен-кĕлтен ӳкекен çутă вут тухнă чухнехи пек ялкăшса курăнчĕ. Çакă çутă çурт таврашĕнче Натюкăн нӳрлĕ хура çĕре туртакан инкекĕ пуçланса кайрĕ. Люшша кайри пӳртре пусмăрланă хыççăн ăна пĕтĕмпех хăйĕн аллине лекнĕ япала вырăнне хурса тыткаларĕ, çитсă та, калуш та парса илĕртрĕ, каçсерен хăйсен анкартинчи улăм çине çӳретрĕ.
— Пĕрле пурăнса ирттерĕпĕр ĕнтĕ. Мана, сăмсасăр юлнă каччăна, чипер хĕрсем пăхас çук, — тесе ачаш сăмахсем каларĕ.
Алхасса кайнă арçын кăмăлне ĕненсех каймарĕ Натюк, анчах пĕрре намăса килсе лекнĕ хĕр ĕмĕрĕ хуçăлнине сиссе илчĕ, сыпăнасса шанмарĕ, çапла вара пуян каччăн йăпанчăкĕ пулса кайрĕ. Кăкăр таврашĕсем кăтăкланса кĕçĕтме, кăмăл апата тиркеме тытăнсан, Натюк хăйĕн хыçра çӳрекен ăсĕ ума тухса тăнине туйрĕ, хуйхи-суйхи ăшчикĕнче çухăрчĕ. Натюк шыв авăрне персе ӳкнĕ турпас пек çаврăнчĕ, пĕр шухăш та туяймарĕ. Алхаслăхра тăраннă Люшша ăна пĕр сăмах та чĕнмерĕ, куçа-куçăн килсе тухнă вăхăтра унтан тарчĕ.
Атте-анне килĕнче
Хăрхăм пулса ӳсиччен
Аçа кикен пулас-мĕн,
Вăшăл-вăшăл çавапа
Кĕрхи кунта касăлас,
Çӳллĕ арман пĕвине
Юхса пырса пĕвенес.
Çак сăмахсене каласа, хĕрсем пĕркенчĕк айĕнче йĕнине темиçе хут та илтнĕ Натюк, анчах хăйĕн малалли пурнăçĕ ытла та йӳçĕ пуласса, асап ĕни ури çинĕ пырса пусасса ĕненмен. Варлам пуян патĕнче ĕçлесе, вăйăсенче юрласа, улахсенче ташласа пур инкекне те вăхăтлăха пулин те сире-сире пынă. Варĕнче ӳтленсе пыракан пĕчĕк чун ӳсме тытăнсан кăна вăл, ашшĕ хыçĕнчен кайса, пуян кĕввине кĕрсе пурăннă çирĕп пӳ-силлĕ хĕр, туйри хĕр йĕрри сăмахĕсене ăнланса илнĕ, çакăнса вилме те, çавапа касăлма та шутланă, анчах тертленсе вилесрен хăранă. Халĕ вăл, тутăрпа çыхса, пĕр тăрăх пир тата икĕ кĕрепенкĕ çăнăх хул хушшине хĕстернĕ.
Ялăн тепĕр вĕçне çитес чухне, çырма хĕрринче, юр айне пулса юлнă пӳртĕн мăрйи пĕччен кашкăр пек ларать. Хутса янă кăмакаран тĕтĕмпе пĕрле тухакан хĕлхемсем асамлăн курăнса каяççĕ. Кунта Сăрнай Тимкки арăмĕ пурăнать. Тимкки хăй йывăр ĕçре шăм-шакне ватакан çын пулман, хĕлле çăпата шаккаса ларнă, çуркунне çитес чухне сăрнай каласа, тăпăр-тăпăр ташласа çӳренĕ. «Кĕве шайĕ» тесе çăнăх та, кĕрпе те пухкаланă, килне кукăльсемпе пашалусем пухса пынă. Юрлама та çăпата тирме пĕлнĕ. Тимкка вилнине ялти çынсем мансах кайнă ĕнтĕ, анчах карчăкĕ мунча пек тăвăр та лутра хура пӳртре хăй тĕллĕн кăштăртатса пурăнать, ун патĕнчен иртсе каякан çулпа вилĕм нумай çынна масар çине илсе кайнă, анчах кăшт кăна пăрăнса çырма хĕррине анса пăхма, кукăрăлса ларнă карчăкăн алăкне пырса шаккама маннă.
Натюк, хытса кайнă кĕрт урлă каçса, пӳрт умне пырса тăчĕ.
— Ах, турă, пулăш ĕнтĕ, — терĕ те сăхсăхса илчĕ вăл. Алăка уçсанах, чĕлĕм тĕтĕмĕпе йӳçсе кайнă тăпра шăрши кӳ персе тухрĕ.
— Кам унта? — илтĕнчĕ сĕм тĕттĕмре хăйăлти сасă.
— Натюк.
— Мĕнле Натюк? Ялти çынсене те манса кайнă ĕнтĕ, ватă пуçăм тĕпсакай пек пушанса юлнă.
— Тихха Натюкĕ, кинемей.
— Аннӳ халĕ те вилмен-и? — карчăк, Тихха арăмне тахçанах вилме хушнă пек, каласа хучĕ, чĕлĕмне пăк-пак çăвăрса илчĕ.
— Вилмен-ха, — терĕ Натюк, хăйĕн тухса тарас, янкар уйăх çутинче пĕр çаврăнса пăхмасăр чупас килчĕ, анчах малтанах картса хунă шухăшĕ умне хура хаяр мĕлки пек тухса тăчĕ.
— Мĕн çăмăлпаччĕ, хĕрĕм! — карчăк кĕтесрен тухрĕ, хĕрсе çунакан кăмака çăварĕ патне пырса тăчĕ, тураман çӳç пайăркисем çĕленсем çакăнса тăнă пек хăрушă курăнчĕ.
— Хĕрĕх чĕрнеллĕ пултăм, кинемей, — Натюк халиччен никама та пĕлтермен вăрттăнлăха пĕлтерчĕ те шăлне çыртрĕ.
— Йăшăлтатать-и?
— Йăшăлтатнă пек çав. Те хăранăран çапла туйăнать, те чăнах.
— Хырăм ӳкересшĕн-и?
— Ӳкересчĕ, кинемей.
— Хăйă çут-ха, хĕрĕм! Чĕлни кăмака çинче пурччĕ, — терĕ карчăк, хăй кăмакари вут-кăвара турчкапа ухтарма тытăнчĕ.
Натюк кăмака çине аллипе хыпашларĕ, пилĕк-ултă хăйă чĕлли тупрĕ те ĕнтсе ярас пек хĕрӳ кăмака умне пырса тăчĕ, эпи карчăкран йĕрĕнтерекен тапак шăрши çапăнчĕ.
— Акă кăвартан тиверт пĕр хăййине, — терĕ карчăк, хĕмне кăвакăн-симĕсĕн пĕрхĕтсе тăракан кăвара турчкапа туртса кăмака умне кăларчĕ, пĕр татăкне аллипех ярса илсе чĕлĕмне чикрĕ. Натюк çулăм хыпса илнĕ хăйă чĕллине кĕтесре ларакан хăйчикки çине хĕстерчĕ, çутăран хăраса ӳкнĕ таракансем мачча тăрăх чупма тытăнчĕç.
— Мĕн те пулин илсе килтĕн-и, хĕрĕм? — тесе карчăк Натюк умне пырса тăчĕ.
— Нумай мар та... — Натюк тутăрпа çыхнă тĕркеме аллине тăсса тăракан карчăка тыттарчĕ.
— Çынсем килсе панипе кăна пурăнкалатăп çав, ачамсем, — ăвăс пек сарăхса кайнă карчăк тĕркĕме салтрĕ, пĕр чĕптĕм çăнăх илсе чĕлхи çине хучĕ те чăмласа пăхрĕ. — Ыраш та, салма тума юрать, — терĕ.
— Пăри çăнăхĕ, кинемей, — терĕ Натюк.
— Çăвар чĕлĕм тĕтĕмĕпе йӳçсе кайнă, ним тутине те пĕлмест. — Карчăк çăнăхпа пир татăкне тепĕр хут тутăрпа çыхса уша юпин кашти çине хучĕ, сĕтел сунтăхĕнче ухтарса шăкăртаттарнă май пĕр йĕке кăларчĕ те Натюка тыттарса: — Ме, шĕвĕрт! — терĕ.
Йĕке тытсанах, Натюкăн пĕтĕм ӳт-пĕвĕ çӳçенсе кайрĕ, сĕтел çинчен çĕçĕ илчĕ те йĕке вĕçне пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн касма тытăнчĕ.
— Шĕвĕрĕлет-и? — тесе ыйтрĕ кукăр мĕлкине пĕренесем çине пăрахса ларакан карчăк.
— Шĕвĕрĕлчĕ, кинемей, — йĕкине панă чух Натюкăн чĕтрекен аллинчен çĕçĕ урайне тухса ӳкрĕ.
— Çĕçĕ ахаль ӳкмерĕ, хĕрĕм, сана ырă хыпар турĕ. Малашне лайăх упăшка тупăнĕ. — Карчăк тем пăшăлтатса турчка вĕçне сурчĕ. — Сак çине кайса вырт! — терĕ те сасă паман тăпра урай тăрăх уксахласа алăк патне пычĕ, хăлăпне турчка чиксе питĕрчĕ.
Натюк, алăк патĕнчи çара сак çине выртсан, хăйпе, юнашар вилĕм килсе ларнă пек хăраса кайрĕ...
— Иртрĕ ĕнтĕ, хĕрĕм, иртрĕ, — терĕ карчăк, ним те пулман пек ытла лăпкă сасăпа, нумай вăхăт-и, сахал-и уткаласа çӳрерĕ, Натюк тутисене сивĕ кĕленче куркапа тĕртрĕ: — Хаяр улма шывне ĕçсе яр-ха! — терĕ, уçăлнă-уçăлман çăвара шыв ячĕ.
— Кай! — терĕ Натюк, антăхтарса яракан йӳçĕ шыва çăварĕнчен пĕрĕхсе кăларчĕ.
Натюк халĕ, хăйне пĕчĕк чӳречерен пăхакан уйăхран уйăрса кайма хăрушă вилĕм килес чухне, хăйчикки çине те, пăшăлтатса çӳрекен эпи карчăк çине те пăхас темерĕ, куçне хупрĕ, айĕнчи сак хăйне хум çинче силленĕ пек, пĕрре çӳлелле йăтнă пек, тепре антарнă пек туйăнчĕ, кăвар пек вĕри ӳчĕ ыратни сисĕнмерĕ, мачча хăй çине килсе пуснă пек, сывлама йывăр пулчĕ. — Юр! — тесе кăшкăрса ячĕ вăл. Карчăк хыпăнсах ӳкмерĕ, кăштăртатса çӳрекелерĕ те тула тухса кайрĕ, пĕр чĕрес сивĕ юр илсе кĕчĕ, вĕри сывлăш кăларса, кĕскен-кĕскен сывлакан çын пуçĕ вĕçне пырса лартрĕ.
Натюк пĕр ывăç юр ярса илчĕ, çамкине, пĕтĕм ӳт-тирне шăлма тытăнчĕ, йĕпенни нумая пымарĕ, типсех пычĕ. Вăл хăш чух тĕлĕрсе кайнă пек пулчĕ: тĕлĕкре-и, чăнлăхра-и — вилĕм килчĕ те çуначĕ çинче илсе каять... Хăямата хирĕç каяс темерĕ вăл, анчах пыра-киле ӳт-тир вĕриленни ирте пуçларĕ, пуç та вĕтĕ шăнкăрав пек янăрама пăрахрĕ.
— Каяс, кинемей! — терĕ вăл, урисем тăрăх юн ăшшăн юхнине сисрĕ.
— Тав тăвас пулать, — терĕ карчăк, хăй кулнă пек пулчĕ.
Натюк ним те чĕнмерĕ, алăк янахĕнчен ярса тытрĕ, аллипе алăка тĕртсе ячĕ те тухрĕ, аран-аран кĕрт урлă каçса кайрĕ. Тӳпе çап-çутă пулин те, халĕ ĕнтĕ ĕлĕкхин пек илĕртсе пăхмарĕ. Пĕлĕтсем, çурхи сурăх кĕтĕвĕ пек карăнса тăраççĕ, вĕсем хушшинчен уйăх сиксе тухать те асав шăл пек курăнса каять. Урамра пĕр çын та курăнмарĕ, хăй çутисем сӳннĕ. Натюк темиçе çĕрте çатан çине тайăнса тăчĕ е юр çине ларса канчĕ, кĕпи эпи карчăк пӳртĕнче юр шывĕпе йĕпеннĕ пулин те, ӳт-тирĕ шăннине сисмерĕ. Вăл килĕнче хывăнса тăма вăй-хал тупаймарĕ, сак çине кăкăрĕпе çапăнса йăванчĕ, йывăр урисене аран-аран çĕклесе хучĕ.
— Çурçĕр иртсен те ял касса çӳремелле-и? — тесе мăкăртатса илчĕ амăшĕ, çаврăнса выртнă чух сак хăмисене кĕмсĕртеттерчĕ те çав самантрах, карланкинче анчăк ĕрлесе ларнă пек, харлаттарса çывăрса кайрĕ.
— Вилетĕп иккен, — шухăша кайрĕ Натюк. — Хĕр пулса çитрĕм, мĕн курма ĕлкĕртĕм-ха тĕнчере? Ним те! — терĕ те макăрса ячĕ.
Натюк пĕчĕк чухне, килĕнче пĕртен-пĕр ача пулсан та, кăмăлĕ туличчен савăнса курман, ăнланса çите пуçласан, тантăшĕсенчен кам та пулин куласса, хăртса тăкасса кĕтсе тăнă. Ашшĕ тем те вăрласа пурăннипе арăмне те, ачине те тарăхтарнă, ун çинчен çӳрекен усал та тĕрĕс сăмахсем килти пĕр айăпсăр чунсене куршанак пекех çыпçăнса пынă.
— Тихха Натюкĕ, — ялта çапла чĕнни те хĕрачашăн мăшкăлласа каланă пек илтĕннĕ, çавăнпа Натюк пĕчĕк чухнех, ашшĕне вилĕм ыйтса, турра селĕп чĕлхипе кĕл тунă.
Натюк, икĕ аллине те пуç айне хурса, шухăшласа выртрĕ, уйăх пытансан çывăрса каясран, тĕлĕкре тем те пĕр курăнасран шикленчĕ, куçне хупмарĕ.
Аçа-кикен пулас-мĕн,
Вăшăл-вăшăл çавапа
Кĕрхи кунта касăлас,
Çӳлĕ арман пĕвине
Юхса кайса пĕвенес, —
текен хĕр йĕрри сăмахĕсем аса килчĕç, качча кайса пĕркенчĕк айĕнче юрлама темиçе çул хушши хатĕрлесе хунă хаваслăрах такмаксем, пуçне çил килсе кĕнĕ пек, саланса кайрĕç, кăкăра пусса тăракан пысăк чул ӳкнĕ пек туйăнчĕ.
— Касăлтăм, пĕвенесси кăна юлчĕ, — терĕ вăл. Чуна кантарса, йывăр ыйхă килсе пусрĕ.
— Тăр, Натюк! — илтĕнсе кайрĕ амăшĕн сасси. — Çĕрле ял касса çӳремелле те ирхине çывăрмалла-и?
— Ан вăрç, анне, — аран-аран каласа хучĕ Натюк, пӳрт çутă иккенне курчĕ.
— Ыйхă чăпти пулма юрать-и вара? — çиленсе кайнă амăшĕ хытă пускаласа çӳрерĕ, пукана çĕклесе илсе, урайне кĕрĕслеттерсе лартрĕ.
— Анне, минтере тӳрлетсе хур-ха, — ерипен каларĕ Натюк.
— Мĕскер эсĕ? — хăраса кайнă пек хĕрĕ умне пырса тăчĕ амăшĕ. — Урайне юн юхтарнă... Ăçта çĕрĕпе сĕтĕрĕнсе çӳрерĕн?
— Анне, ан ятла. Эпĕ пурăнас çын мар. Тӳрлетсе хур-ха минтере.
— Мĕн пулчĕ, ачам? — амăшĕ тĕлĕнсе пăхса илчĕ, хĕрĕн пуçне пĕр аллипе çĕклесе тăчĕ, тепринпе минтерне тӳрлетсе хучĕ, урайĕнчи юн тумламĕсĕм çине кĕл сапрĕ.
— Ӳтĕм çăмăлланчĕ те, чунăм çылăха кĕчĕ анне. Тимкка арăмĕ патĕнче пултăм, — Натюк çаврăнса выртма тăчĕ, пĕвне хускатаймарĕ.
— Ара, вăл карчăк патне ырă хĕр каять-и?
— Эпĕ ырă мар... Атте ăçта?
— Хуçи патĕнче. Ĕç пур унта.
— Вăрă-хурах килĕнче ялан ĕç пур, анне.
— Чипер калаç, ачам! Çылăха ан кĕр!
— Çылăха кĕтĕм ĕнтĕ, хырăм ӳкерттертĕм, — Натюк амăшĕ çине путса кĕрсе кайнă пысăк куçĕсемпе пăхса илчĕ.
— Хырăм? — терĕ те амăшĕ кутник сакки çине икĕ аллине те кăлăк чăххи çуначĕ пек сарса ларчĕ. — Ăçтан тупрăн, ачам?
— Люшша туянтарчĕ. Эсир аттепе иксĕр пуян килте ырлăх куртăр, эпĕ — хурлăх.
— Ых, кĕрт йытти! — тесе çухăрса сиксе тăчĕ амăшĕ.
— Ан çухăр, анне. Вăрçса кĕлрен вутă тăвас çук. Леш тĕнчене ăсаниччен мана канлĕх пар.
— Мĕн пулчĕ, хĕрĕм? Ах, турă...
— Хăйсен тыррине кайри пӳрт айне пытарнă чух мана Люшша пусмăрларĕ.
— Пĕтрĕмĕр! Пĕтрĕмĕр! Мĕскер хăтлантăн, хĕрĕм? — амăшĕ пӳртре чупкаласа çӳрерĕ.
Натюк вăйĕ пĕтсе çитнине сиссе илчĕ, аллине кăшт кăна çĕклесе, амăшне хăй патне чĕнчĕ.
— Варлам çурчĕ хăрса лартăр, вĕлтĕренпе витĕнтĕр, анне!.. Пытарнă тырри кайри пӳрт айĕнче, вите айĕнче те... Мана тепĕр май çавăрса хур-ха, анне.
Амăшĕ пĕрене çумне çавăрса вырттарсан, Натюк, пĕрене хушшинче тем шыранă пек, аллипе тăрмаларĕ те шăпланчĕ.
— Çывăр, ачам! — терĕ те амăшĕ тула тухса кайрĕ, вут çĕклесе Тиххапа пĕрле пӳрте кĕчĕ.
— Мĕскер ку таранах çывăрать ку? Эпĕ пур, ĕçлесе халтан кайрăм, шăнса кӳтрĕм, — терĕ те Тихха сăхманне хывмасăрах кăмака çумне пырса тайăнчĕ.
— Ан тив. Натюк чирленĕ, — терĕ арăмĕ, чылаях сивĕнсе çитнĕ пӳрте хутас тесе хăйă чĕлме тытăнчĕ.
— Варлам анкартинче халăх кĕрлет, авăн çапать, — калама тытăнчĕ Тихха. — Варлам тырра хăй пама килĕшмен те, Хĕр-Ваçка халăха илсе тухнă. Хуçа унта асăрхаса çӳреме Натюка ярасшăн. Натюк, ытла чирлесе кайрăн-им?
— Ан вăрат-ха эсĕ ăна! — çиленсе каларĕ арăмĕ. — Чим-ха, мĕншĕн чĕнмест вăл? — терĕ те сак патне утса пычĕ, тутăрне усса, пичĕ çине пăхрĕ, çамкине, мăйне аллине хыпаласа тухрĕ, ӳлесе макăрса ячĕ те стена çумне пырса тайăнчĕ.
— Вилтĕн, хĕрĕм, вилтĕн! Люшша мăшкăлĕ пултăн-çке, ачам! Ай, тур-тур, пĕртен-пĕр ачам пĕтрĕ.
— Ан çухăр, карчăк, типтерлĕ пул! — Тихха ун патне чупса пычĕ.
— Натюк Варлама тĕп тума каларĕ, çурчĕ вырăнĕ вĕлтĕренпе витĕнтĕр, терĕ. — Малтан арăмĕ хуллен каларĕ, куççулĕпе пăвăнса тăчĕ, стена çумĕнчен вĕçерĕнчĕ те: — Тĕп тăватăп! — тесе хытă кăшкăрса ячĕ, икĕ аллине те чăмăртаса юнарĕ, пăтаран кĕрĕкне илсе, хулпуççи çине ывăтрĕ, алăка урипе тапса уçрĕ, хупса та тăмарĕ, урама чупса тухрĕ.
— Чим-ха, чим, карчăк! — текелесе Тихха чылай вăхăт хыçран лĕпсĕртетсе пычĕ, анчах пысăк инкеке пула урса кайнă хĕрарăм çаврăнса та пăхмарĕ, тăпачăсем ташă кĕвви шăратакан анкарти еннелле вĕçтерчĕ.
— Эй, халăх! — тесе кăшкăрса ячĕ вăл, йĕтем умне пырса тăчĕ, сывлăшĕ пӳлĕннипе урăх нимĕн те калаймарĕ, икĕ аллине çеç сулкаласа тăчĕ.
Çынсем, тăпачăсемпе сенĕксене пăрахса, Тихха арăмне хупăрласа илчĕç.
— Манăн Натюк хĕрĕм, Люшша мăшкăлĕ пулса, вилсе кайрĕ, Варлама тĕп тума сире пиллесе хăварчĕ! — тесе пыр тĕпĕпе кăшкăрса каларĕ вăл. — Варлам тырра кайри пӳрт айне те, вите айне те пытарнă. Ухтарăр, ырă çынсем, пуян килне тĕп тăвăр! Чухăнсене мăшкăллани çитет ĕнтĕ!
17
Чĕрĕ чух нихçан та ырă ят илеймен Натюк вилес умĕн каласа хăварнă юлашки сăмахĕсемпе халăх асĕнче хисепре юлчĕ. Ăна пытарнă чух масар çине Йĕлмекасси çыннисем пурте тенĕ пекех пухăнчĕç. Хĕр-Ваçка Натюкăн шурăхса кайнă çамки çине хĕрлĕ лента хучĕ, тупăкĕ çине тăпра сапас умĕн сăмах каларĕ.
— Натюк йăмăкăм, — терĕ вăл, — эсĕ хăвăн кĕске ĕмĕрӳнте асап кăна куртăн, мăшкăл аллинче вилсе кайрăн, телей сан умна тухма ĕлкĕреймерĕ. Эсĕ, йăмăкăм, пире, ху пек чухăнсене, вилес чухне ăнланса çитрĕн те кĕрешĕве тухиччен вилсе кайрăн. Эсĕ пиллесе хăварнă пек пулĕ — эпир пуянсен мăшкăлне таптаса тăкăпăр. Тăпру çăмăл пултăр, Натюк йăмăкăм! Эпир санăн ятна ырăпа асăнăпăр, кулаксен элекĕ айне тăратса хăвармăпăр.
— Аташса пурăнтăмăр çав, хĕрĕм, пуян хӳрешки пулса пĕтрĕмĕр! — тесе амăшĕ кăшкăрса ячĕ те тупăк çине выртрĕ, сиксе тăчĕ те, ывăçĕпе тăпра илекен Тихха çине пăхса, сиксе ӳкес пек çухăрчĕ: — Кай, таса чун çине кукăр аллуна ан хăмсар! — терĕ.
Тихха, вĕтĕ сухалне каçăртса, Натюк çине пăхса илчĕ, пуçне усрĕ, аллинчи тăприне чăмăртаса, çынсем хушшине кĕрсе кайрĕ. Шерхуллапа Станук Макçи, пăшалĕсене çӳлелле тытса, Натюк умне пырса пуç тайрĕç. Вĕсем виçĕ хутчен пăшал пени кĕрлесе кайрĕ.
Натюка çĕре чикнĕ хыççăн Варлам анкартинчи тырра тирпейлĕ виçсе вулăса ăсатрĕç; Унтан Хĕр-Ваçка, Наçтук тата ытти çынсем Варлам хапхи патне пырса чарăнчĕç, хăйсем тимĕр кĕреçесем йăтнă, лумсем те илнĕ.
— Уçас пулать! — тесе кăшкăрчĕ Хĕр-Ваçка, хапха хăмисене аллинчи кĕреçепе кĕрĕслеттерсе.
— Пире вăрăпа тытман! — çухăрчĕ крыльца çинчен Матĕрне.
Çынсем хутшăнсах пычĕç, иртен-çӳрен чарăнса тăчĕ, çĕнĕ хыпар сиксе тухасса тунсăхласа кĕтрĕ. Натюк пуян мăшкăлĕ пулса вилнĕ хыççăн çилленме пысăк сăлтав тупнă çынсем хӳмене, хапхана кĕреçесемпе тӳн те тӳн çапаççĕ, урисемпе тапаççĕ, унта та кунта кăшкăраççĕ.
— Ямшăк Михалине Варлам вăрра хума хăтланчĕ, тĕрĕс çынна çаруран илсе тухрĕ. Хăй халĕ питĕрĕнсе ларнă!
— Халăха çаратнă та тыррине пытарнă!
— Ухтарас!
— Тĕп тăвас вăрра!
— Хапхине çĕмĕрес!
Пăшаллă та хĕçлĕ Шерхуллапа Макçи анкартинчен килсе çитрĕç, иккĕшин çĕлĕкĕсене те хăлчăк тăрăнса тулнă.
— Варлам хуçа! — Шерхулла чӳречерен пырса шаккарĕ. — Саккуна пăхăнас пулать. Саккуна эпир мар, пысăк хулара çырнă. Пĕлетĕн-и, ун çине кам алă пуснă — Ленин!
Шалта никам та чĕнекен пулмарĕ, алăк та уçăлса хупăнмарĕ.
— Варлам никама та пăхăнмасть! — кăшкăрса ячĕ Наçтук. — Мана, сурăх вăрланă тесе хĕнеттернĕ чух хăйĕн Керĕн патшипе мухтанатчĕ. Халĕ Керĕнĕ ӳпне-питне тăрăнса ӳкнĕ. Варламне те ӳпне-питне ямалла.
— Натюк Варлама ухтарма хушса хăварнă, — таçтан чупса килсе тухрĕ те икĕ аллипе те юнарĕ Тихха арăмĕ. — Люшша, шăтăк сăмса, пирки пĕртен-пĕр хĕрĕм вилсе кайрĕ. Уншăн та манăн вĕсене тавăрмалла! — Ватă та ырхан карчăк таçтан аплах хытă çухăрма вăй тупрĕ. — Килкартине кĕме кирлĕ мар. Хыçалтан, пахчинчен кĕрсе, кайри пӳрт никĕсĕ тĕлĕнче чавас, — терĕ те, хулпуççи çинчи кĕреçине хытă тытса, пӳрт тавра пахчаналла чупрĕ. Пĕтĕм халăх ун хыççăн кайрĕ.
— Кунта! — кăшкăрса каларĕ Тихха арăмĕ, вите патне пырса, алăкне уçса пăрахрĕ.
Унччен те пулмарĕ, пахча хапхи уçăлчĕ, мăй айĕсем усăнса тăракан хаяр ула вăкăр сиксе тухрĕ, хӳрине тăратрĕ, пуçне çĕклесе, сăмсин карăнса кайнă шăтăкĕсемпе шăршласа тăчĕ, çĕре малти урисемпе чавса мĕкĕрсе ячĕ. Пахчара никам та тăрса юлмарĕ: хăшĕсем хапхаран тухса сирпĕнчĕç, теприсем хуралтăсем хушшине кĕрсе пытанчĕç, выртакана вăкăр тивмест тесе, юр çине выртакансем те тупăнчĕç. Ула вăкăр çынсем патнелле чупса пынă чухне сасартăк чарăнчĕ, хирĕç пыракан Шерхулла умĕнче йăвашланчĕ, кутăн чакрĕ.
— Мирук, пуян вăкăрĕ пулсан та, мана паллатăн-и? — терĕ кулса Шерхулла, ăна икĕ мăйракинчен ярса тытрĕ те хырăмĕнчен çапрĕ. — Хас картана! — тесе вăкăра çĕнĕ витене кĕртсе ячĕ, алăк урлă пĕр вĕрлĕк хучĕ.
Юлашки вăхăтра Варламран именсе тăма пăрахнă çынсем — арçынсем те, хĕрарăмсем те — пĕр-пĕрин çине пăхса харсăрланса кайрĕç, килĕсенчен кĕреçесем илсе килчĕç, тăпрана вĕçтерме тытăнчĕç.
— Тупăнчĕ! — тесе кăшкăрса ячĕç, кайри пӳрт айне чавса, тĕпсакайне кĕрсе кайнă çынсем.
— Кунта! Кунта!
— Пăхса тăр, вăрлакан ан килтĕр! — терĕ Хĕр-Ваçка Макçие, хăй халăх патнелле пычĕ те: — Тăвансем пĕр пĕрчине те ан тĕкĕннĕ пултăр, усал ят ан илĕр. Халĕ ĕнтĕ пурте кунтан тухăр. Хăвăрт лашасене кӳлсе килĕр, кĕçĕр-мăкаçей кĕлетне леçĕпĕр ку тырра!
Çак вăхăтра пахча хапхинчен Матĕрне тухрĕ, усал куçĕпе пăхса, кăшкăрса каларĕ:
— Ых, Ваçка, аçунтан пурлăх илеймерĕн! Халĕ ĕнтĕ çын тыррине çисе тăранăн-и, çара пакарта?
— Ку сан тырă мар. Лăкăртатса ан тăр, Матĕрне! — Шерхулла, тата тем калас тесе, хапха патнелле пыма тытăннăччĕ, Матĕрне çенĕке кĕрсе кайрĕ.
— Станук Макçине, пыйтăллă йĕм çăртине, мĕн çитмен кунта? — терĕ вăл, каялла çаврăнса.
— Эсĕ манăн йĕме атарса пăхрăн-и, ăçтиçук! — халиччен хăйне хăюсăр тытнă Макçи çиленсе кайрĕ, ал айне лекнĕ пуленкене илчĕ те пĕтĕм вăйĕпе ывăтрĕ.
Пӳрт алăкĕ кĕмсĕртетсе илчĕ. Матĕрне урăх курăнмарĕ.
Часах Варлам пахчине çунасем пĕрин хыççăн тепри килсе кĕчĕç. Хапха умĕнче халăх кĕшĕлтетсе тăнипе урамри юр такăрланчĕ, тырă тăкакĕсем пуласса кĕтсе, хуралтăсем çинче çерçисем чимлетрĕç, пăр та пар вĕçкелерĕç, урамри йăмрасем çинче сарă пĕсехеллĕ кăсăясем хӳрисене сиктеркелесе ларчĕç.
Тырă тиесе çиелтен шăналăкпа витнĕ çунасем мăкаçей кĕлечĕ еннелле шума тытăнсан, Иркка хăй шухăшне каласа пама килне чупрĕ, пӳрте тăпăртатса кĕрсе кайрĕ.
— Анне! Анне! — кăшкăрса ячĕ вăл, хывăнса та тăмарĕ, каллех урама сиксе тухма хатĕрленчĕ.
— Ан çухăр! Мĕн пулчĕ? — ыйтрĕ Ирккан алсишне пир татăкĕ хурса сапласа ларакан амăшĕ.
— Çил вĕрет!
— Аташса ан тăр. Нимĕн çил те çук, юр пĕрчи те хускалмасть.
— Хускалмасть сана!.. — Иркка амăшĕ умне пырса тăрать те аллине сулкалать. — Варлам килкартине çил килсе кĕнĕ, хапхине яри уçса пăрахнă.
— Уçтăр! Сана мĕн, Иркка?
— Варлам тыррине тиесе тухаççĕ те мăкаçей кĕлетне илсе каяççĕ. Кăра çилсем пуçланмаççĕ-ши, анне?
— Пуçланччăр! — терĕ амăшĕ, сиккелесе тăракан хĕрачине пĕр-пĕр ĕç парас тесе шухăшласа илчĕ, çаврăнса пăхрĕ те алăкран тухса сирпĕнекен Ирккан çурăмне кăна курса юлчĕ.
Каярахпа, Варлам килкартинче тĕр-тĕр лăплансан, Тихха урамра именсе пăхкаласа тăчĕ, пĕр çынна та курмарĕ, пуян çурта кĕрсе кайрĕ. Алăкран кĕрсен, вăл çĕлĕкне хывса хул хушшине хĕстерчĕ, нумайччен тăчĕ, никам та тулти пӳлĕме тухакан пулмарĕ, алăкĕ хупă, шалти пӳлĕмре Люшшапа амăшĕ хытах калаçни илтĕнчĕ, анчах сăмахĕсене уйăрса илме пулмарĕ. Вырăн çинче нумайранпа выртакан Варлам харкашнă пек тем чĕнкелерĕ.
— Мĕн лапăштатса çӳретен, Тихха? — хаяррăн каласа хучĕ Матĕрне, алăка уçса, хăй Тихха çине пăхса та илмерĕ.
— Килсе курас терĕм, — Тиххан хăравçă сасси татăлса каяс пек илтĕнчĕ.
— Тĕп тунине курасшăн эсĕ, такана хырăм! — Тихха умне пырса тăчĕ Матĕрне, кăкăрне лăс-лăс силлерĕ, çапса яратчĕ пулĕ, анчах шалти пӳлĕмрен Варлам кăшкăрни илтĕнчĕ.
— Ĕнсерен ăна!
— Варлам хуçа, чим-ха. Эпĕ пĕрре те айăплă мар. Ак хĕвел! Çăкăр çыртса тупа тума пултаратăп, — Тихха, пуçне лăштах усса, сăхсăхса илчĕ.
— Эпĕ çăкăр çырттарăп сана, катăк шăллă çăвара! — Варлам минтер çинчен пуçне çĕклерĕ. — Тăм çырт, чул çăт та кукăрăлса вил, мунча кăчăрми!
— Эпĕ мар, Варлам хуçа, Натюк пĕтрĕ, — макăрса ярас пек мĕскĕн сасăпа каларĕ Тихха.
— Сассине те пырĕнчен мар, выçса хăрнă пыршинчен кăларать, — Варлам кăшкăрса тăкрĕ. — Эй, Люшша. Эй, Матĕрне! Килтен тапса вăркăтăр йĕрĕнчĕке! Шăрши те ан пултăр!
Çав вăхăтра Люшша сиксе тухрĕ, вăл Тиххана пĕр хулĕнчен тытнă самантра Матĕрне те тепринчен ярса илчĕ. Вĕсем иккĕш Тиххана пусма çине кăларса тăратрĕç те хыçалтан харăс урапа тапса сирпĕтрĕç, Тихха пусман аялти карчĕ çине пуçĕпе пырса çапăнчĕ, мăйне хуçас пек, пуç хĕрлĕ çаврăнса кайрĕ те месерле сирпĕнсе выртрĕ. Тихха вăрахчен выртрĕ, ыратакан кăкăрĕнче сывлăш çаврăнмарĕ. Матĕрнепе Люшша чӳречерен темиçе хут та пăхса илчĕç. Тихха тăсăлса выртни вĕсене хăратрĕ, мĕншĕн тесен Натюк вилнĕ хыççăн ашшĕне те хĕнени халăх çиллине татах та хăпартса яракан çĕпре пулма пултарĕ.
— Кăларса яр, Люшша, ан хĕне! — терĕ Матĕрне.
Люшша Тиххана çĕклесе тăратрĕ, çавăтса пычĕ те хапхаран кăларса ячĕ. Ĕмĕрĕ тăршшĕнче пуян мăшкăлне тӳсме, унтан çăкăр татăкĕ йăлăнса илме хăнăхса çитнĕ, нихçан та тăраниччен çисе курман ырхан Тихха вилес патне çитсен те, хӳме çумне тайăнса тăрсан та, тĕрĕс сăмах калаймарĕ.
— Чирлерĕн-им, Тихха пичче? — терĕ Станук Макçи, килне таврăннă май чарăнса тăрса.
— Чирлерĕм çав. Натюкшăн хуйхăрса халтан кайрăм, — Тихха, янах çинчи суранне пытарас тесе, аллипе хупларĕ.
— Питне те шăйăрса пĕтернĕ. Люшша хĕнемерĕ-и сана? — терĕ Макçи, ăна хулĕнчен тытса урампа пынă чух.
— Çук. Хам ӳкрĕм.
Макçи Тиххана килнех кĕртрĕ. Макăрнипе куç айĕ тăртанса кайнă арăмĕ пĕççине шарт çапрĕ те:
— Ай, тур-тур! Сана Варлам патĕнче хĕненĕ-çке, — тесе кăшкăрса ячĕ. — Хĕрне вĕлерни çитмест, ашшĕне те тытса хĕнеççĕ. Ах, турă, пуян кил-çуртне хăрт, Варламне те, Люшшине те, Матĕрнине те кукăрт! — тесе нимĕн курăнми пуличченех хуралса кайнă турăш енне сăхсăхса илчĕ.
— Нумай ан калаç ĕнтĕ, — терĕ те Тихха хывăнмасăрах сак çине пырса выртрĕ, аяк пĕрчисем ыратнине тӳсеймесĕр шăлне çыртрĕ, хуллен кăна ахлатрĕ.
— Хăвна Варламсем тытса хĕненĕ, ăна та эсĕ çынсене каласа парасшăн мар. Натюка вĕлертĕн! Хам сана урайне тăсса вырттарса хĕнем-и? — тесе кăшкăрса ячĕ арăмĕ. Макçи карчăк тулашнине итлесе тăмарĕ, тухса утрĕ.
Тихха вырăн çинче пĕр эрне ытла выртрĕ. Вăл мĕн пĕчĕкренех пуян килĕнче ĕçлеме тытăннă, Варлам ашшĕне те, Варламне те пăхăнса пурăннă, нихçан та пĕр сăмах хирĕç каламан. Варлам Тиххана нумай хĕненĕ, анчах çамрăк шăмми-шакки тӳснĕ, чĕлхи халăх хушшине сăмах сарман. Матĕрнепе Люшша тапса кăларса сирпĕтни Тиххана халтан ӳкерчĕ, пуçри шухăшĕ сапаланса кайрĕ. Халиччен вăл Варламран икшер-виçшер кĕрепенкĕ çăнăхпа кĕрпе илкелесе кăштăртатса пурăнатчĕ, унăн хăйĕн тырри те, ăна хума кĕлечĕ те пулман, — хăйĕн те, арăмĕн те, хĕрĕн те вăйĕ пĕтĕмпех Варлам мулне кайса пынă. Тихха чирлесе кайнă çĕре килĕнче пĕр чĕптĕм çăнăх та юлмарĕ, арăмĕ кӳршĕсем патне кайса тăранкаласа пурăнчĕ.
Тихха хăйсен ялĕнче ыйткалама шухăш тытрĕ, Чинук ăна икĕ чĕрĕ паранкăсăр пуçне ним те параймарĕ, Çеркки арăмĕ пĕр чĕптĕм тăвар кăна пачĕ, Антун арăмĕ тем те каласа хăртрĕ.
— Хамăр та выçă, — терĕ те тухса кайма хăех алăкне уçса тăчĕ.
Тиххана урампа пынă чухне Наçтук хирĕç пулчĕ, хăйĕнчен пăрăнса иртсе кайма памарĕ, хулĕнчен карт туртса чарчĕ, çырă та пысăк куçĕпе çисе ярас пек пăхса илчĕ.
— Ах, Тихха, Тихха! Натюка çисе ятăн-и, тутлă пулчĕ-и?
— Ан тив ĕнтĕ, Наçтук, — çирĕп ярса илнĕ паттăр хĕрарăм аллинчен çăлăнасшăн туртăнчĕ Тихха.
— Пăрахса тараймăн манран! — сăхман çаннинчен тытса силлерĕ Наçтук. — Тарас пулсан, урунтан туяпа ярăп та шăммуна шарт хуçăп, вара ватă автан пек сиккелесе çӳрĕн. Эсĕ ан хăра, Тихха, çынна хĕнемен, хĕнемĕп те эпĕ. Астăватăн-и, Тихха, эсĕ мана епле хĕнеттертĕн?
— Астăватăп! — сассине çинçен кăларчĕ Тихха.
— Сурăхне ху вăрларăн. Çапла-и?
— Çапла.
— Сана хăвна Варламсем ислетнĕ, тет. Саккун умне тăратмалла вĕсене! Мĕскер хăраса тăратăн, Тихха?
— Шăнса кайрăм эпĕ, — терĕ Тихха, тăр-тăр чĕтресе.
— Ман патра ăшăнса тух, — Наçтук ăна сĕтĕрсех урампа уттарчĕ, килне илсе кайрĕ те кăмака çумĕнчи сак çине лартрĕ. — Çиес килет ĕнтĕ сан, — терĕ.
— Выçăхрăм çав, — терĕ Тихха, пуçне çĕклемесĕр. Шӳрпе астив! — хытă та кăмăллă каласа хучĕ Наçтук, кăмакари чугуна ухватпа кăларчĕ те пĕр тирĕк тултарчĕ, сĕтел çине пырса лартрĕ.
Тихха сĕтел хушшинче çисе ларнă вăхăтра Наçтук урай варринче тăчĕ, Тиххана хĕрхенсе калаçас терĕ те иртнисене — Тихха Варламшăн пĕтĕм чунне парса çӳренине аса илчĕ, вăрçма шухăшларĕ, анчах шӳрпе лĕрккесе ларакан çын ытла та мĕскĕн пек курăнчĕ.
— Тихха, — терĕ Наçтук, — эсĕ пуян сăмахне итлеме хăнăхнă та, мана итлĕн-ши?
— Питĕ итлетĕп, — Тихха сассинче пăртакçă савăнни те илтĕнчĕ.
— Эсир виççĕн Варлам патĕнче ĕçленĕ. Хĕр-Ваçка сире мăкаçейрен, леш Варлам тырринчен, парас пек калаçатчĕ. Кайса калаç-ха унпа.
— Пуянпа тавлашма юрать-ши? — Тихха пуçне çавăрчĕ те хĕрелсе кайнă куçĕпе пăхса илчĕ, вара сĕтел хушшинчен тухрĕ. — Тавтапуçах, Наçтук! — терĕ те çĕлĕкне тăхăнчĕ.
Наçтук унпа калаçса тăмарĕ, мĕскĕнлĕхре анкă-минкĕ тухнă этем мĕне те пулин ăнланса çитессе ĕненмерĕ.
Тепĕр кун Тихха таврари ялсене ыйткалама тухса кайрĕ.
18
Хурама çинчи çын виллинчен хăраса ĕрĕхсе кайнă лаша çинчен сирпĕнсе юлнă хыççăн Лявук вăрмана пырса кĕчĕ. Çĕрлехи сивĕре шăнса хытасран вăл чĕркуççи таран юра пута-пута утрĕ. Шап-шурă уçланкă хĕрринче пĕр хуралса ларакан тĕмеске пӳрт пек курăнса кайрĕ.
— Хăвалăхри Ларик лавккаç утарĕ-çке, — шухăшларĕ вăл, кунта килсе çӳренисене те, уçланкă варрине ларса симпыл ĕçнине те аса илчĕ, тахçанах пулса иртнĕ савăнăç вырăнне хăрушă инкек сиксе тухни хăйне çĕçĕпе чикнĕ пек туйăнчĕ. Вăл Каюра Тимахвипе çыхăнса кайрĕ те çул çинче пыракан темле апăрша хресчене хирти пĕччен хурамаран çакса вĕлерчĕ, Хăвалăх ялĕнче хăй палласах та кайман Улангина вĕлерес тесе хăваларĕ, чирлĕ çынсен лазаретне пырса кĕчĕ. Унăн ĕнтĕ тăван ялне таврăнас сукмакĕ тĕпсĕр çыран хĕррине пырса тухрĕ те татăлчĕ. Халĕ ăна шырама тытăнаççĕ. Вăл пĕчĕк те лутра пӳрт умне пырса тăчĕ, сехре хăпнине епле те пулин сирсе ярас тесе, шăхăрма тытăнчĕ, анчах пĕр тискер кайăк, пӳртум çатанĕ тăрăх чăрмаласа хăпарса, шăтăр-шăтăр тутарчĕ, çатан хушшинчен тухса, юр çине сиксе анчĕ те ун çине çунса тăракан çаврака куçĕсемпе пăхса илчĕ, çиленнĕ кушак пек мăрлатрĕ, хура хӳрине ярт тăсса, вăрманалла сирпĕнчĕ. Лявук чӳрече урлă çапнă икĕ хăмана вăтăрса кăларчĕ, кĕрĕк çанни ăшне пытарнă аллипе чӳречене хытă тĕртрĕ, кĕленче чăлтăртатса ванчĕ, тепре çапрĕ те хашакĕ çĕмĕрĕлсе шала ӳкрĕ. Кăçат ăшне кĕрсе тулнă юр сивви урисем тăрăх çурăма хăпарнипе ĕнтĕркеме пуçларĕ. Лявук тăвăр чӳречерен кĕме хăтланчĕ, кăкăрĕ тĕлĕнче чарăнса тăчĕ, тапкаланса каялла тухрĕ, кĕрĕкне хывса пӳрте ывăтрĕ.
— Пĕтрĕм! — макăрса ярас пекех шухăшларĕ вăл, тепре кĕме мекĕрленнĕ чух та чӳрече янаххисем хушшинче хĕсĕнсе ларсан.
Вăл, кĕпе вĕççĕн юлса, шăлĕсене шаккама тытăнсан, уçланкă тăрăх чупса кайрĕ, хăй умĕнченех мулкачă сиксе тухсан, хăранипе сасартăк такăнса ӳкрĕ, юрланса пĕтрĕ.
— Эх, анкă-минкĕ, хăяккăн уртăнса кĕмелле-çке, — терĕ вăл.
Такăннă чух ăнсăртран, сиксе тухнă ăс тĕрĕс пулчĕ: вăл хăяккăн шăвăнса чӳречерен çăмăлах кĕрсе кайрĕ, урайне пуçхĕрлĕ ӳкрĕ, тăнă-тăман кĕрĕк тăхăнса ячĕ, ташланă пек тăпăртатса çӳреме тытăнчĕ, Хăвалăх енче автан пĕрремĕш хут авăтнине илтрĕ.
Вăл пӳртре чылай тăпăртатса çӳренĕ май кĕтесре улăм тупрĕ, ăна пĕр пысăк çĕклем илчĕ те чӳрече шăтăкне чиксе тултарчĕ, юлнă улăм ăшне пашкаса кĕрсе выртрĕ, пурне те манса кайса çывăрма тăрăшрĕ, анчах хаяр шухăшсем Лявука канăç памарĕç, пуç мимине янăратса кăшкăрашрĕç.
— Лисук сан патăнтан мĕншĕн вăрттăн тухса тарчĕ? Э? Мĕншĕн?..
Лявук ашшĕ, халăх каларĕшле, пӳрнине кассан та юн кăларман хыткукар, мул çумне мул хушас çăтă ĕмĕтпе кăна пурăннă, анчах ытлашши çăвар тесе тарçă-тĕрçĕ тытма юратман, ачисем сӳрепе суха ĕçне çыпçăнсанах, тарçисене хăваласа янă, ачисене нихçан та тăраниччен çывăрма паман, ирхине илĕм-тилĕм вăратнă, çулла хирте, хĕлле килте темле ĕç те тупнă. Ывăлĕсене авлантарнă чух ашшĕ вăйлă хĕрсене суйланă, пуянсем патне çӳремен, ĕçре пиçсе çитнĕ чухăн килсенче çураçнă, пуян пек пулас тесе, илемлĕ хĕрсене шыранă. Хыт кукар патне кин пулса кĕни тарçа кĕрĕшнинчен нумай хут йывăр пулнă, мĕншĕн тесен тарçă, тертленсе çитсен, тухса кайма пултарнă, кинсен пурнăç шăпи хăйсем курайман çуртпа ĕмĕрлĕхе çыхăннă. Хирти тырра пуçтарса çитерсен, пахчари çĕр-улмине те кăларса нӳхрепе е тĕпсакайне антарсан, хуняшшĕ кинĕсене кĕнчеле тытма, кӳрше çӳреме ирĕк паман, шултра тăвара ал арманĕпе авăрттарнă, юман килĕре тӳтернĕ, вара виçĕ ывăлне те çак тӳнĕ тăвара сутма пасарсене кăларса янă, çапла хыткукар кĕрепенкĕ тăвартан пайта пекки илнĕ. Тӳнĕ чух тăвар ӳт-тире те, тумтире те çинĕ, тусанĕ куçа кĕрсе каснă.
Кĕçĕн кин Лисук хуняшшĕпе те, упăшкипе те калаçсах кайман, мĕн хушнине пурне те туса пынă, кӳтсе çитнĕ çиллине пытарнă. Пĕрре, апата ларас умĕн, Лисук кил-карти варринче алă çунă чухне ун умне хуняшшĕ пырса тухнă.
— Алла çăвиччен тăварне типтерлĕрех шăлса тăкмаллаччĕ. Хаклă япалана шыва яратăн, кинĕм, — мăкăртатса илнĕ вăл.
— Тăвар куçа та кĕчĕ. Куççуле те хутаçа тăкас-и эппин? — хаяррăн каласа хунă Лисук, темиçе уйăх капланса килнĕ çиллине тытса чараймасăр.
— Чĕлхӳ ытла вăрăм, — тенĕ леш, кинне тата та тем каласа хурлантарас тесе, уткаласа çӳренĕ.
— Санăн вăрăм укçушăн ĕçлесе чĕлхем те вăрăмланчĕ, — тенĕ Лисук, аллине çуса тасатнă пулин те, тепĕр хут куркаран шыв сыпса, ывăçĕ çине янă.
Каçхине, тĕттĕм пулса çитес чухне те, инкĕшĕсемпе вĕсен ачи-пăчи апат çиме пултарайман, хуранта чылайччен лăкартатса ларнă шӳрпе сывалнă, анчах хунямăшĕ темле çăмăлпа яла тухса кайнă та вăрах çӳренĕ. Кăмакара пиçсе сивĕннĕ çĕрулми пек пĕрĕнчĕк питлĕ карчăк чĕрçитти çыххи çинче тем чухлĕ уçă çакса çӳренĕ, кĕлете те, нӳхрепе те, арчисемпе çӳпçисене те питĕрсе усранă, сĕтел сунтăхĕ çинче те пĕчĕк çара çакăнса тăнă — кинĕсем хăйсем тĕллĕн çăкăр касса çиеймен, сахăрне карчăк хăй 4 арчинче усранă, чей ĕçме пĕчĕкшер катăк катса панă. Лисук хăй пекех кулленхи тертре тарăхакан инкĕшĕсемпе пуслă пурăннă, лешсем те ăна хăйсен йăмăкĕ пекех юратнă.
— Эпир калассине каларăн апла, — тенĕ аслă инкĕшĕ, Лисук пӳрте пырса кĕрсенех.
— Эпĕ те каласшăн та, хăратăп, — тенĕ тепĕр инкĕшĕ.
— Малашне хыткукара пуç усса пурăнмастăп. Хам ĕçлетĕп те хам çиетĕп, — тесе утса çӳренĕ Лисук.
— Çиес тетпĕр те çăвара карса ларатпăр. Çитерсех каймаççĕ, кинĕм, — тенĕ аслă инкĕшĕ, мемме ыйтакан «ачине пуçĕнчен ачашласа.
Тухатмăш карчăка вĕрентем-ха пĕрре, — тенĕ кулкаласа Лисук, чӳрече çинчен пуртă хăйрамалли йĕкев ăшше те пĕчĕк çăрана хайăрса уçнă, çаврака пысăк чĕлсем касса, сĕтел çине хунă.
— Тĕр-тĕр пуçланса кайĕ капла, — тенĕ аслă инкĕшĕ, ачасем кашăк вылятма тытăнсан та, аллинчи кашăкне тирĕк çине антарма хăяйман.
— Атя, инке, пурте çиер, атту пĕтĕм ăншăрт Лисук кин çине ӳкĕ, — тенĕ тепĕр инкĕшĕ.
Сĕтел хушшинче шавласа ларнă чухне хунямăшĕ килсе кĕнĕ, халиччен пулман тамашана курсан, тĕлĕнсе кайнă, яри уçса пăрахнă алăкран пуçне кăларса кăшкăрнă:
— Кĕр-ха, кĕр, старик!
Карчăк хыткукар упăшкине пĕтĕмпех каласа панă, кинĕсем çине кусарпа хăмсарса кăшкăрашнă, анчах лешсем сĕтел хушшинче пĕр чĕнмесĕр ларнă, пысăк тирĕке пушатса пынă. Лисук сиксе тăнă та харкашура нимех те ăнланман ачасене татах çăкăр касса панă.
— Киле усал сывлăш килсе кĕчĕ! — тесе кăшкăрнă карчăк, кусарĕпе Лисук еннелле сулса.
— Эсĕ ман çине ăншăрт ӳкересшĕн-и, тухатмăш карчăк, — Лисук мăкăрти хунямăшĕн аллинчен кусарне туртса илнĕ, ун çине хăмсарса: — Ху çине ӳктĕр, çурăмна асат хуçтăр! — тесе кăшкăрнă, килкартине чупса тухнă та кусара пахчаналла вăркăнтарнă.
— Килте бунтă пуçланса кайрĕ! — тесе уткаласа çӳренĕ хуняшшĕ.
Нумаях та вăхăт иртмен, ывăл ачисем, вĕтĕ тăвар сутса пĕрин хыççăн тепри килсе çитнĕ, килкартинче тарланă лашисене тăварнă. Вĕсем суту ăнăçлă пулнă майпа кашни эрех илсе килнĕ, сĕтел хушшине апата ларсан, кĕленчисене кăларса лартнă. Хыт кукар хăй пăртакçă сыпнă, калаçсах кайман, ывăлĕсем хĕрсе çитессе кĕтнĕ.
— Арăму килте бунтă пуçласа ячĕ, икĕ кине те хăй енне çавăрчĕ, — тенĕ Лявука хыткукар.
— Мĕн? — тенĕ Лявук, хĕрелсе кайнă куçĕпе мĕл пăхса.
— Кĕçĕн кин бунтă турĕ.
Хыт кукар та, унăн карчăкĕ те пĕрне-пĕри пӳле-пӳле Лисук çинчен каласа панă, чылаях суйма та именсе тăман. Лявук — чи кĕçĕн ывăлĕ, пиччĕшсене уйăрса кăларса, кил хуçи пулса юлма ĕмĕтленнĕ, çавăнпа ашшĕ умĕнче ырă ятлă пулма тăрăшнă, вĕсене юраса пурăннă, урлă сăмах каламан.
— Кĕçĕн кине вĕрентес пулать. Ытла ачаш тытатăн, — тенĕ ашшĕ.
— Эсĕ, çара çерçи, кунта хуçи пулса кайрăн-и? — Лявук сĕтел хушшинчен тухнă, кайри сак çинче ларакан Лисук умне пырса тăнă.
— Килте чухăн пулсан та тутă пулнă, çын çăварĕнчен пăхса тăман, — тенĕ Лисук. — Эпĕ сан патна çара çерçи пек килмен, кунта пĕр кĕпе те çĕлемен, килтен илсе килнисем тăварпа çĕтĕлсе пыраççĕ.
— Ха, мĕнле калаçать, — тенĕ хунямăшĕ.
— Санран эпĕ пĕр шит тăршшĕ çип те илмен, тухатмăш карчăк! — Лисук упăшки хĕнессе сиссе ларнă, мĕншĕн тесен ăна инкĕшĕсем хăйсене упăшкисем амăшĕ хĕтĕртнипе хĕнени çинчен нумай каласа панă.
— Тăр! — тесе кăшкăрса янă Лявук.
— Чипер пул ĕнтĕ, сар ывăл, — аслă инкĕшĕ сиксе тăнă та Лявука хăй пĕвĕпе хупланă. — Хырăм выçнăччĕ те, сĕтел сунтăхне уçрăмăр. Пĕр татăк çăкăршăн кĕçĕн кине хĕнесшĕн-и?
— Кĕçĕн кин хăй уçнă, çăрана та ватнă. Акă, кур! — амăшĕ Лявука çĕмрĕк çăрана кăтартнă.
— Пурне те хĕнĕр. Мана та хĕне! — сиксе тăнă вăтам кинĕ. — Сирĕн ылханлă çăкăрăра эпĕ те çирĕм, çак хыт кукар тухатмăш карчăк килессе кĕтсе тăмарăм. Эсĕ хĕтĕрт, катăк шăл, çĕр çăтманĕ, — тенĕ вăл, кăкăрне каçăртса, хунямăшĕ умне пырса тăнă.
— Лявук хĕнеме тăчĕ. Мĕн эсир пăхса тăратăр, хыт кукар аçу-аннĕре итлĕр те сиксе тăрăр, пире пурне те хĕнĕр! — аслă кин, сĕтел хушшинче ларакан арçынсем çине пăхса, çухăрса каланă.
— Çара пакартасем ырлăхра тăранчĕç те бунтă çĕклерĕç. Мĕскер пăхса тăратăр, ачамсем? — тесе аллисемпе сулланă хыткукар старик, хăй, хăранипе каялла чакса сĕтел умне пырса тăнă.
— Эпир ырлăха мар, тамăка килсе лекрĕмĕр, — инкĕшĕсем хушшинчен сиксе тухнă Лисук. — Мĕншĕн аçуна итлеместĕн, Лявук? Мана хĕне, вара хыткукар аçу сана килте хуçа туса хăварĕ, пиччӳсене хӳтерсе кăларĕ.
— Э-э, апла иккен! — сĕтел хушшинчен аслă ывăлĕ тухнă, ӳсĕрĕлсе кайнă пирки тĕссĕрленнĕ куçĕпе ашшĕ çине пăхса илнĕ. — Эсĕ пире хĕрхенекен Лисук кине хĕнеттересшĕн-и? Пирĕн арăмсемпе ачасене выçă тытатăн-и, çăкăра питĕрсе усратăн-и эсĕ, тухатмăш! — тесе кăшкăрнă вăл, пĕрре ашшĕ çине, тепре амăшĕ еннелле пĕтем пĕвĕпе туртăннă, урипе тапса сĕтеле сирпĕнтернĕ, эрех кĕленчисем те, черккесем те кăмакана çапăнса ваннă.
Ачасем, шăри-шари çухăрса, амăшĕсем çумне пырса йăпшăннă. Тӳпелешӳ пуçланса кайнă. Лисук инкĕшĕсемпе пĕрле килкартине тухса тарнă, уçă алăкран хуняшшĕпе хунямăшĕ тем те пĕр каласа ылханса çухăрни илтĕннĕ. Пукансем çĕмĕрĕлсе пĕтсен, чӳрече чалтăртатса вансан, шăпланнă пӳртрен Лявук сиксе тухнă — пит çăмартисемпе çамки суранланнă, çурса пĕтернĕ юнлă кĕпи хулпуççисем çинчен ӳкес пек аран çакăнса тăнă; вăл килкартинче чупкаласа çӳренĕ, пахчана тухса кайнă.
— Вĕлеретĕп! — тесе кăшкăрнă, вĕлерме те пултарнă, анчах арăмне ниçта та тупайман.
Инкĕшĕсем ăна витери валашка айне пытарнă, тепĕр кун та Лявука кăтартман, хăйсен ялĕнчи пĕр туслă килте кĕлетре усранă.
— Лисук ăçта, инкесем? — йăвашшăн ыйтнă Лявук.
— Пĕлместпĕр, — тенĕ лешсем.
— Тупса парăр!
— Тупсан?
— Киле килтĕр.
— Вара хĕнетĕн-и?
— Акă хĕвел, хĕнеместĕп, — сăхсăхса илнĕ Лявук.
— Çăкăр çырт та тупа ту! — тенĕ аслă инкĕшĕ, хунямăшĕ тӳпелешӳ хыççăн питĕрмен сĕтелтен çăкăр татăкĕ илсе тухнă та Лявука тыттарнă.
— Хĕвел умĕнче чăн сăмахăма калатăп, манăн алă Лисука тивмĕ, — тенĕ Лявук, çăкăр çыртса.
Килне тарма хатĕрленнĕ Лисука инкĕшĕсем ӳкĕтленĕ, вара вăл, хăйĕн тусĕсен кăмăлне хуçас мар тесе, пуян киле таврăннă, хунямăшпе те, хуняшшĕпе те калаçман, инкĕшĕсемпе пĕрле тăвар тӳме тытăннă. Каçалапа инкĕшĕсем кĕпе чӳхеме çырмана кайсан, Лявук кăвайтă пухса çӳрекен Лисука ĕнсинчен пырса çапнă та анратса ӳкернĕ, уринчен те, çивĕтĕнчен те тытса сĕтĕрсе çӳренĕ, урипе те тапнă, аллипе те çапнă.
Ашшĕпе амăшĕ килкарти варринче пăхса тăнă, пĕрин хыççăн тепри кăшкăрса илнĕ:
— Хытăрах, Лявук!
— Чĕлхине çырттăр!
— Пирĕн ырлăхра урса ан кайтăр!
Килĕнче тĕп хуçа пулма ĕмĕтленсе пурăнакан Лявук кĕрхи хĕрлĕ хĕвел умĕнче çăкăр çыртса тупа тунине манса кайнă, ашшĕ-амăш умĕнче ырă ятлă пулса тăнă; чĕп чĕрĕ юна ӳкнĕ Лисук килкарти варринче курăк çинче тăсăлса выртнă, ĕсĕклесе макăрнă. Инкĕшĕсем çырмаран килсен, шалт тĕлĕннĕ, халтан кайнă Лисука вырăн çине илсе кайса вырттарнă, калаçмасăр тарса çӳрекен Лявука кĕлетпе вите хушшинче хупăрласа илнĕ.
— Хĕвелтен те, уйăхран та, çăкăртан та пысăк-и эсĕ? — тенĕ аслă инкĕшĕ, хăратма юри кĕвенте тытнă.
— Хĕвел çине суратăп эпĕ. Пĕлетĕр-и, çара пакартасем? — Лявук хăйне паттăр тыткаласа кулса илнĕ. — Сире пурне те вырттарса хĕнемелле, чуман шухăшсене пуçăрсенчен кăлармалла.
— Апла эсĕ, Лявук, кинĕн шухăшне пуçран кăлартăн пулать, — вăтам инкĕш Лявук умне пырса тăнă. — Çавăн пек чипер хĕр мĕншĕн сан пек ухмаха качча тухнă-ши?
— Эпĕ ухмах-и?
— Ухмах та йĕрĕнчĕк! — вăтам инкĕшĕ ăна питĕнчен лач сурнă.
— Эп сана вĕрентĕп! — Лявук çапма хатĕрленнĕ.
— Ăçтиçук! — тенĕ те аслă инкĕшĕ, Лявука çурăмĕнчен кĕвентепе тăсса илнĕ.
— Ай-ай! — кăшкăрса илнĕ Лявук, вăйлă та çилĕллĕ инкĕшĕсенчен хăраса ӳкнĕ, халăх курасран вăтанса, урамалла тарман, пахча урлă чупса çырмана анса кайнă, пиччĕшсем тӳнккесрен шикленсе пĕр талăк хушши килне таврăнман, таçта çапкаланса çӳренĕ, Елпике патĕнче ĕçсе-ӳсĕрĕлсен, хăйне паттăр пек туйнă, ирхине килкартине пырса кĕнĕ.
Çурт хуçи пулма ĕмĕтленекен Лявука пиччĕшсем икĕ аллинчен те ярса тытнă.
— Малтан урăл, кайран хĕнетпĕр. Ӳсĕр чух ыратнине сиссе юлаймăн, — тенĕ вĕсем ăна, унтан тулли шыв каткине пуçхĕрлĕ чиксе кăларнă та пĕр шарламасăр нумайччен хĕненĕ; ашшĕпе амăшĕ, хăйсене те лекесрен шикленсе килтен тухса тарнă. Ытла та хытă ишнĕ хыççăн Лявук килкартинче çӳрекеленĕ, анчах чылай вăхăт урама тухса курăнман.
Лисук инкĕшĕсемпе пĕрле сивĕ чăланта пурăннă, пĕр эрне хушшинче кăштах самайланнă та тăр кăнтарлах çухалнă, Йĕлмекассине те пырса кĕмен.
— Килĕ те çурт-йĕре тустарĕ, — шухăшланă Лявукĕ Лисук салтака кайни çинчен илтсен.
Халĕ ĕнтĕ вăл Лисукран кăна мар, пуринчен те, пиччĕшĕсемпе инкĕшĕсенчен те хăрарĕ: «Тытĕç те саккун аллине парĕç, вара пĕтĕм мул вĕсен аллине юлĕ», — шутларĕ вăл, кăвак çутă килсенех чӳречерен тухнă вăхăтра.
Хĕрлĕ те ула-чăла улатакка пĕр çӳлелле сирпĕнсе, пĕр аялалла анса уçланкă урлă вĕçсе каçрĕ. Çара та хура йывăçсем хушшинче хĕрлĕ пилеш курăнчĕ; ун çинче пĕр ушкăн ăсан ларнине курчĕ Лявук, çĕрĕпех пĕр чикарккă хыççăн теприне чĕртсе туртнипе йӳçсе кайнă çăварĕ апат тутине маннăччĕ, анчах ирхи хĕвел çутинче татах та хĕрлĕрех ялкăшакан пилеш унăн сĕлекине кăларчĕ, тахçанах хăвăрăлса çитнĕ хырăмĕ ыратнă пек те пулчĕ, пыршисем пакăртатса илчĕç. Вăрмана кĕрсе, юр айĕнчи çапăсене шатăртаттарсанах, шуйханнă ăсансем вĕçсе кайрĕç. Лявук инçех мар каçăрăлса тăракан йывăç çине пăхса тăчĕ, вара пилеш туратне туртса антарчĕ, йывăçа силлентерчĕ, пас çăнăх пек тăкăнчĕ, ĕнсе хыçне кĕрсе, ӳт-тире çӳçентерчĕ. Шăнса кайнă пилеш çырлисем çăварĕнче йӳçĕ тутă кăларса ирĕлнĕ чухне Лявук, такам килсе тухасран шикленсе, йĕри-тавра пăхкаларĕ, пилеш татса кĕрĕкпе шăлавар кĕсйисене тултарчĕ, вăрманти туратсем шăтăртатнине илтрĕ те юр çине выртрĕ. Çырмаран туллатнă, кĕрĕк пиншак тăхăннă çын йĕлтĕрне шутарса хăпарчĕ, икĕ туйи çине тĕрĕнсе, хăвăрт иртсе кайрĕ. Лявук хăрăк туратсем пуçтарса çӳрерĕ, темиçе çĕклем чӳречерен пăрахрĕ те хăй те кĕрсе кайрĕ.
— Хĕвеллĕ кун кăмака хутсан, мăрье тĕтĕмĕ вăрман çине хăпарĕ, таçтан та курăнĕ, — тесе шухăшласа кĕтесри улăм çинче выртрĕ вăл. Сивĕ пилеш пĕрре те тăрантармарĕ, хырăмне алхастарса кăна ячĕ. Лявук тĕпсакайне анса кайрĕ, тахçанах пăрахăçа тухнă рамăллă та ахаль кивĕ вĕллесен ăшĕсене пăхкаларĕ, — карас таврашĕ тупаймарĕ, тип-типĕ тăпрана аллипе темиçе çĕрте те чакаласа тухрĕ, кĕтесре сиксе тухнă пĕчĕк çĕр улмине кăчăртаттарса çисе ячĕ, каллех çĕре тăрмаларĕ те кулса ячĕ. Утар хуçи çĕр айне çĕрулми нумай пытарса хăварнă иккен.
— Выçă вилместĕп, — терĕ те вăл кĕтессе кукăрăлса выртрĕ, хӳтĕ тĕпсакайĕнчен тухас темерĕ, çывăрса кайрĕ.
Вăл вăранса пӳрте тухрĕ, улăма кăштах сирсе, чӳречерен пăхрĕ, тĕттĕм тӳпери çăлтăрсем кушак куçĕсем пек курăнса кайрĕç. Хутса янă кăмака тĕтĕм кăларкаларĕ те шăтăртатса çунма тытăнчĕ, васкаса кăвар çинех пăрахнă çĕрулмирен пыра кăтăклакан тутлă ĕнĕк шăрши тухрĕ. Вăл çĕрулмисене пиçнĕ-пиçмен çисе пычĕ, кĕлне турчкапа айккине шăлса хучĕ, кăмака тулли кăвайт чикрĕ те пӳрт мунча пек хĕрсе çитичченех çунтарчĕ, чӳрече шăтăкне татах улăм чикрĕ, вăхăта та пĕлес темерĕ, кăмака çумне выртрĕ те ырă ыйхă тĕнчине пырса кĕнĕ пек çывăрса кайрĕ.
Вăл эрне хушши пӳртрен пĕрре те тухмарĕ, каçсерен вут çунтарчĕ, çĕрулми пĕçерсе çирĕ. Тăвар çукки тарăхтарса çитерни ытла пысăк инкек марччĕ. Яланах кĕл айĕнче сыхланса тăракан кăвар сӳнсе ларни ăна ăшă пӳлĕмрен хăваласа кăларчĕ. Вăл ашшĕ килне çулсăр-мĕнсĕрех çĕрле, алтăр çăлтăр пăртакçă ӳпĕннĕ вăхăтра утрĕ, килкартине пахча енчен пырса кĕчĕ, сиксе ӳкес пекех хаяр вĕрекен Ламсура кăшт кăна шăхăрчĕ те мăйĕнчен лăпкарĕ. Ашшĕпе амăшĕ чылайранпа ĕнтĕ ывăлĕсемпе кинĕсенчен уйрăлнă, хĕлле путексемпе пăрусене усрама тунă пĕчĕк пӳртре пурăнаççĕ.
Чӳрече кĕленчине шăкăр-шăкăр тутарчĕ Лявук.
— Кам унта? — илтĕнчĕ ашшĕ сасси.
— Эпĕ, — Лявук кĕленче çумне тутисене тытса пăшăлтатса каларĕ.
Ашшĕ икĕ пĕчĕк чӳрече умне сăхмансем карса тухрĕ те шăши куç лампине çутрĕ.
— Аннӳ ялан сан çинчен шухăшлать, анраса çитнĕ чух кăна ыйха каять, — терĕ те ашшĕ кăмака çумĕнчи сак умне пычĕ: — Амăш, э, амăш, Лявук килчĕ, — терĕ.
— Э-э... — тесе вăрăммăн анасласа илчĕ амăшĕ, урисене сак çине хурса ларчĕ. — Эпĕ тĕлĕкре теттĕм, Лявук чăнах та килнĕ-çке. Эх, ачам, ăçтан килсе тухма пĕлтĕн-ши? Сана эпĕ тĕлĕкре вилĕ куратăп, çул хĕррине йăванса кайнă пек, шурă пирпе пĕркеннĕ пек. Каюра Тимахвипе çыхланса кайман пулсан, халĕ те килте пурăнаттăн, ниçта тарма та сăлтав пулмастчĕ.
Лявук ашшĕ-амăшпе калаçса ларнă чух Каюра Тимахви мĕнле вилни çинчен те, Йĕлмекассисем Варламăн, сăсăлне вĕçтерме тытăнни çинчен те тĕпĕ-йĕрĕпех пĕлчĕ, анчах кăмăлне çĕклентерекен хыпар-хăнар пулмарĕ.
— Эсĕ, ачам, ял çине тухса ан çӳре, — терĕ ашшĕ. — Самана хаяр, камунсем тытĕç те персе пăрахĕç. Пиртен инçетри ялсенче пуянрах çынсем халăх пухма тытăннă теççĕ, пăлхавсем пулса иртнĕ, кунталла та килсе тухмалла тесе калаççĕ. Ярман патши камунсене хирĕç вăрçă пуçланă, тет. Антихристсен саккунĕ арканма тытăнсан сик те тух вара, ачам, камунсене кас та çап!
Лявук пилĕк-ултă шăрпăк илчĕ, хутаçне çăнăхпа кĕрпе, сухан тата пĕр пĕчĕк хуран чикрĕ, тухса кайма хатĕрленчĕ.
— Манăн вăхăт çитрĕ ĕнтĕ, аттепе анне, — терĕ вăл автансем малтанхи хут авăтса ярсанах. — Шуйттан автан сассине илтсенех тарса пытанать, тет, вупăр хăй шăтăкне кĕрсе выртать, тет.
— Çул çине тухса кайнă чухне, ачам, усал япаласене ан асăн ĕнтĕ, сăхсăх, — терĕ амăшĕ, кăмака шăтăкĕнчен çăм алсиш илсе пачĕ. — Ăшăнса çӳре, Лявук.
— Чăнах та, шуйттана тухса кайрăм ĕнтĕ, малтан хăраттăм, халĕ çĕрле лайăхрах пек туйăнать. Хĕвел тухсанах, чунăм хăй вырăнĕнче мар пек, вăркасах тăрать. Çынсенчен хăратăп, анне, шуйттансенчен мар.
— Эй, хăрамасăр, ачам. Çын усалланса кайрĕ, пĕр-пĕрин çине сикме тытăнчĕ. Çĕр çинче çылăх нумай, тет, çуркунне çимĕк тĕлĕнче çынсене юриех аçа çапса çумăр çумалла тет, — амăшĕ мăкăртатса ларчĕ, сăмахне каламассерен сăхсăхрĕ.
— Атте, тĕр-тĕр пуçланса кайсанах, эсĕ ман пата чупса пыр. Хăвалăх вăрманĕнчи утар çуртĕнче пурăнатăп. Камунсене вĕлернĕ чух тăрса юлас марччĕ, — терĕ те Лявук пĕчĕк пӳртрен тухрĕ, хыçĕнчен пыракан Ламсура пĕр татăк çăкăр ывăтса пачĕ.
Вăл уçланкăри пӳртре чипер çисе пурăнчĕ, каçсерен вăрманта çӳрерĕ, кун ячĕсене манса кайрĕ, çĕрле те, кăнтăрла та ашшĕ хаваслă хыпар илсе килессе кĕтрĕ. Çапла тепĕр эрне иртсе кайрĕ.
— Çеркки тем пĕлни çинчен Тимахви калаçкалатчĕ, — шухăшларĕ Лявук, çавăнпа çĕрле тухса Çеркки патне утрĕ, вăйран кайса пынине сиснĕçем сиссе пычĕ, ӳчĕ вĕриленсе кайрĕ, пуçĕ ыратма тытăнчĕ. Вăл уйăх çутă чухне çырмара тайкаланса тăчĕ, уйăха хура пĕлĕт хупласа илсенех, Çеркки пахчине кĕчĕ, урамра улахран таврăнакан çамрăксем: «Эй, çил вĕрет, çил вĕрет те, çил çĕклентерсе ярать» тесе юрланине илтрĕ те килкартинелле утма шикленчĕ, мунчана кĕрсе кайрĕ.
— Чирлерĕм иккен, — терĕ Лявук, сивĕ мунчара тарласа кайрĕ, урайне выртрĕ, тĕлĕрсе кайнă-кайман хăрушă тĕлĕксем курчĕ.
Пĕчĕк тĕнĕрен пăртакçă çутă кĕме тытăнчĕ, пĕр çын мунчан малти пӳлĕмне пырса кĕчĕ, шăпăрпа шăлкаларĕ те хăйĕнпе хăй калаçрĕ. Лявук Çерккине сассинчен палласа илчĕ.
— Эх, пурнăç! — хытах каларĕ Çеркки, ахлатса сывласа илчĕ. — Малалла мĕн курассисем пур-ши-ха? Совет ĕмĕрĕ çерçи сăмси пекех кĕске текен сăмах çӳрерĕ. Камунсем халĕ пуянсене ярса илчĕç те сывлама та памаççĕ. Вĕсене хирĕç пăлхав пулмалла терĕç... хывăх вĕçтерсе çӳрерĕ Каюра Тимахви. Хăй йытă çыртнипе вилсе кайрĕ, Лявукĕ таçта çапкаланса çӳрет.
— Кунта эпĕ, Çеркки пичче! — пĕтĕм сассине пухса кăшкăрса ячĕ Лявук, тăма тăчĕ те выртрĕ. — Чăнах та кунта! — терĕ.
Çеркки хăра-хăра мунча алăкне уçса пăхрĕ.
— Мĕн пулчĕ сана, Лявук?
— Хам та пĕлместĕп, аран сывласа выртатăп. Шăнса пасăлтăм пулас.
Çеркки юлашки кунсенче кăмăлĕ енчен типĕ пичке пекех шултăркаса кайрĕ, аяк пĕрчисем хушшинчен çил вĕрсе кĕнĕ пек, ӳпке-пĕвере шăнтнă пек туйăнчĕ. Пухура хунă тырра икĕ кун хушшинче парса татрĕ, çынсенчен кивçен лаша илсе хăвăрт турттарчĕ, мĕншĕн тесен Хĕр-Ваçкапа унăн тусĕсем пырса ухтарĕç, тĕпсакайĕнче пăнтăхса ларакан Энтрине хĕвел çутине туртса кăларĕç, ашшĕне те пуçĕнчен шăлса ачашламĕç, тесе хăраса ӳкрĕ. Энтри ытла тулхăрса кайрĕ, хирĕçрех пĕр сăмах каласан та, кăмăлĕн кĕске туртине кура, çĕçĕпе пусса пăрахас пек хаяр пăхса илет, тĕттĕмре сарăхса кайнă куçĕсем чăхха курнă тилĕсем пек пăхкалаççĕ. Çич инкек пур çĕре тата тепĕр инкек килсе тухрĕ — тарса çӳрекен Лявук унăн мунчине кĕрсе выртнă, чирлесе кайнă. Мĕн тумалла унпа? Ял халăхне тытса памалла-ши? Ун пек хăтлансан, Чишма пуянĕсем те, ытти пуянсем те Çеркки ятне юпа çине картласа хурĕç, пăлхав вăхăтĕнче çурчĕпе пĕрле хăйне те çунтарса ярĕç.
— Ытла çутăлса çитиччен, Лявук шăллăм, сана ăçта та пулин пытарам, — терĕ Çеркки, ăна хулĕнчен тытса тăратрĕ. — Пӳрте кĕрер-ха.
Лявука çавăтса пымалла пулчĕ, пусма çинче такăнса ӳкнĕ чух та ăна Çеркки хулĕнчен çĕклерĕ, пӳртĕнче алăк патĕнчи сак çине лартрĕ те кĕрĕкне хыврĕ.
— Эх, Çеркки пичче, кĕтетĕп те кĕтсе илейместĕп. Хăçан пирĕн чан çапĕ-ши? — терĕ Лявук, пăтранса кайнă куçĕсене чарчĕ, нумай пăхса тăраймарĕ, усăнса анакан хупанки айне пытарчĕ, стена çумне тĕлĕрнĕ пек тайăнчĕ.
— Мĕнле чан çинчен калаçатăн çак эсĕ, шăллăм?
— Мĕнле чанĕ паллă. Пăлхав пуçлантăрччĕ, — Лявук вăйсăр сасăпа каларĕ.
— Кам унта? — илтĕнчĕ тĕпсакайĕнчен пĕр сасă.
— Эпĕ, Лявук.
Çав самантрах тĕпсакай хупкăчĕ çĕкленчĕ, лапсăркка çӳçлĕ Энтри сиксе тухрĕ.
— Мĕнле пурнăç, Лявук, — терĕ вăл, кукăрăлса кайнă Лявука алă пачĕ.
— Пурнăç пĕтрĕ ĕнтĕ, Энтри тусăм, пĕр пăрăнăç кăна тăрса юлчĕ. Эх, виличчен урама сиксе тухасчĕ...
— Акă мунча кĕрĕпĕр те, чĕрĕлĕн! — кăшкăрсах каларĕ Энтри, хăй пек таркăн çын килни ăна килне уяв ташласа кĕнĕ пек туйăнчĕ.
— Эсир пытанăр. Ирхине хапхана питĕрсе ларсан, илемсĕр пек, — терĕ те Çеркки хул хушшине хăйăсем хĕстерсе тухса кайрĕ.
Вăл мунчара чылай вăхăт ларчĕ, сӳнекен вута вĕркелерĕ, хăйăсем пăрахрĕ, хурана шыв тултарса, чулсем çине лартрĕ. Лявук килсе кĕни асĕнчен каймарĕ, тем инкек сиксе тухас пек хăратса тăчĕ, çавăнпа вăл, икĕ таркăн хăрушă япала шухăшласран шикленсе, пӳртне кĕрсе тухас терĕ.
Алăка уçса ярсанах, тĕпсакайĕнчен Энтри тухрĕ те, Лявук тумтирĕсене ашшĕне тыттарса, пăшăлтатса каларĕ:
— Пĕтрĕмĕр, атте. Вăл, тĕпсакайне антарсанах, тăнне çухатрĕ те аташма тытăнчĕ.
— Мĕн пулнă ăна, ачам? — вĕри сывлăшне пĕрĕхсе кăларчĕ ашшĕ.
— Вĕри чир, тиф! — терĕ Энтри.
— Ах, — йывăррăн сывласа ячĕ Çеркки.
— Атте, эсĕ çакна мунча кăмакине пер, çунса кайтăр! — терĕ те Энтри каялла тĕпсакайне кĕчĕ, хупкăчне хупсах хăварчĕ.
Энтри тĕпсакай хĕррине шăтăк чаврĕ, Лявука унта сĕтĕрсе пырса пăрахрĕ те васкаса кĕреçе хыççăн кĕреçе тăпра пăрахрĕ, çине урипе таптаса пычĕ.
19
Ялсенче тĕрлĕ чирсем сарăлнă пирки шкулти ачасене икĕ эрнелĕхе килĕсене ячĕç. Иркка ĕнтĕ çунатлансах кайрĕ, ирхине ирех апат çикелет те урама тухса чупать, ашшĕ хур йăвинчен туса панă пăркут ярăнчăкне сĕтĕрет. Курак тăманĕ шавласа иртсе кайнă хыççăн ытла та ӳхĕрсе вĕрекен çилсем пулмарĕç, сăртсем çинчи юр лăпланса выртрĕ. Хĕвеллĕ кунсенче ачасене çунапа та, пăркутпа та ярăнма питĕ селĕм — ял вĕçĕнчи сăртран хăлхисенче çил шăхăртса анаççĕ, çырман тепĕр енчи сăрт çинелле пăртакçă ăнтăлса хăпараççĕ те каялла шуса чакаççĕ, хăшĕсем ярăнчăкĕсене тĕреклĕ тытса пырайман пирки пăш та паш сирпĕнсе каяççĕ, кăпăш та çемçе юр çинче кăшкăрашса выртаççĕ.
Иркка килне йĕп-йĕпе таврăнать, тăли-çăпатине кăмакара типĕтет, ытла нумай ярăннипе çаннисем чавса тĕлĕнче çĕтĕлме ĕлкĕрнĕ сăхманне пукан хыçне çакать те пуканне кăмака çумне лартать.
Кĕтмен çĕртен çанталăк çемçелсе килчĕ, кăнтăр енчен вăштăр-вăштăр ăшă çилсем вĕркелерĕç, хирсенче сăрт тăррисене унта-кунта хуратса хăварчĕç, хуралтăсем çинчен сарă тумламсем ӳксе тăчĕç. Ачасем хăйсен ярăнчăкĕсене тĕпĕсем ирĕлсе каясран шурă юр çине ларта-ларта хăварчĕç, урамсенче сиккелеме, пĕрне-пĕри юр чăмаккисемпе перкелеме тытăнчĕç. Иркка Ямшăк Михали çурчĕ умĕнче Вилюка хӳтерсе пыратчĕ; Хĕлле — Хĕлип, çулла — лĕпĕш килкартинчен сиксе тухрĕ:
— Иркка, урăх вăй выляр-ха! — тесе çинçе сассипе кăшкăрчĕ вăл.
— Мĕнлине? — Иркка чарăнса тăчĕ. — Юртан этем кĕлетки тăвар! — Пĕлместĕп, кил! — Иркка Вилюка кăчăк туртрĕ.
Вĕсем виççĕш юр муклашкисене пысăклатса пырса кустарчĕç, иккĕн те, пĕрерĕн те эхлетсе пĕр вырăна çĕклеме тытăнчĕç. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, урам тăрăх чупса çӳрекен ытти шухă ачасем те хаваслă вăййа хутшăнчĕç; купи ӳснĕçем ӳссе пычĕ, вара этем кĕлеткин кăкăрĕ пулса тăчĕ. Таçтан виçĕ патак тупса килчĕç, иккĕшне алăсем тума купа çумне тирчĕç, тепĕр патакне мăй вырăнне кĕртсе лартрĕç, ун çине пуç тăхăнтарса лартмалла. Кĕлеткен пуçĕ патне алă çитми те пулчĕ. Ирккапа Хĕлле-Хĕлип Ямшăк Михалисен килне кĕчĕç те, икĕ пукан илсе тухса, кĕлетке умне лартрĕç.
— Ме, тыт! — тесе пукан çинче тăракан Ирккана ачасем юр чăмаккисем парса тăчĕç.
Иркка кĕлеткен аллисене туса çитерчĕ, пуçне те вырнаçтарса лартрĕ.
Çав самантра лапсăркка çĕлĕк тăхăннă Колякка килсе тухрĕ. Ăна ытла чăркăша кĕрсе ашкăнса çӳренĕшĕн ачасем пĕрре тытса хĕртнĕччĕ, унтанпа ăна амăшĕ урама тухма та чарнăччĕ. Колякка пĕр сăмах та чĕнмерĕ, ачасем хушшинче тăчĕ-тăчĕ те сасартăк юр этеме пырса тапрĕ, йăвантараймарĕ, пĕрре сиксе илчĕ те аллипе çапса пуçне сирпĕтрĕ.
— Ăçтиçук, Варлам чĕппи! — Иркка кăшкăрса ячĕ, вирхĕнсе таракан Коляккана хуса çитрĕ те çурăмĕнчен, аллипе тӳнккесе пычĕ.
Ăçтан та пулсан тĕттĕм çĕртен тăмана лăпăс-лăпăс вĕçсе тухсан, ăна чанасемпе çерçисем пур енчен те хупăрласа илсе хӳтернĕ пек, ачасем пурте Коляккана тустарма тытăнчĕç, юр чăмаккисемпе персе пычĕç, пĕр ача ăна Варлам çурчĕ умне çитес чухне ура хучĕ те çул çине чикелентерсе ячĕ. Çиленсе кайнă ачасем пăчăр тĕкне тататчĕç пулĕ, анчах хапха умне Матĕрне тухрĕ, ачасен юр кĕлетки патнелле каялла килмелле пӳлчĕ.
— Атьăр пуçне тепĕр хут лартар, — терĕ Иркка.
— Куçĕсене кăмрăкран тăвар! — Хĕлле-Хĕлип килне чупса кĕчĕ те пĕр ывçă кăмрăк илсе тухрĕ.
Ирккапа Вилюк икĕ пукан çине хăпарса тăчĕç, пуçне çĕнĕрен туса лартрĕç, куç харшине те, куçĕсене те кăмрăкран турĕç, юр кĕлеткене турпассемпе хырса якатрĕç те, сиксе анса, аяккарах кайса тăчĕç.
— Мĕнле пек? — терĕ Иркка, хĕвелтен хупланса, алă витĕр пăхрĕ.
— Хăрушă курăнать, — терĕ пĕр ача.
— Каснă-лартнă Варлам, — терĕ Хĕлле-Хĕлип. Ачасем юр этем тавра чупкаласа кăшкăрашрĕç:
— Варлам!
— Усал куçлă!
— Хĕнес Варлама! — çухăрчĕ пĕр ача.
— Хĕнес! — тесе илчĕç темиçе сасă.
Унччен те пулмарĕ, сиккелекен ачасем юр чăмаккисем турĕç, çул çинчен лашасен шăннă тăккаланчăкĕсене пухрĕç, çаксене пурне те кĕлетке çине вăр-вар вăркăтма тытăнчĕç, кĕлеткене патакпа хĕртсе те, урисемпе тапса та илчĕç.
— Мĕн кĕрлетĕр? — терĕ пĕр сасă.
— Варлама тĕп тăватпăр! — сиккелерĕç ачасем.
— Ашкăнса кайрăр-и? Кăтартăп сире! — туйипе хăмсарса, ачасем хушшине чиркӳ старости пырса тăчĕ, юр этеме урипе тапрĕ-тапрĕ — йăвантараймарĕ, кăкăрĕпе пырса тĕртĕнчĕ, хăй те унпа пĕрлех ӳкрĕ, урисене тăратса выртрĕ.
Чăл-пар саланса кайнă ачасем ăхăлтатса кулчĕç, шăри-шари çухăрчĕç, çаврăна-çаврăна пăхса, Муçука витлесе хăварчĕç:
— Чан çап, Муçук!
— Юр паттăра пытарма пупа чĕн!
Ача-пăча пысăккисем калаçнине хăлхана чиксех пырать, темле хыпар та пуçтарать. Вĕсем урамра пулса иртнĕ пухура пĕтĕм халăх Муçука питлесе кăшкăрнине итленĕ, ăна сăмах калама паманнине те курнă, Муçук ячĕ халĕ шыв çинчи пĕчĕк турпас вырăнне те тăманнине сиснĕ, çавăнпа ĕнтĕ шухă чунлă ачасем унтан хăрамаççĕ.
Муçук мăкăртатса утма тытăнсанах, ачасем пĕр харăс такмакларĕç:
Муçук кайнă Мăркара,
Мăркара та пасара.
Мăкăр вырăнта тăрса,
Мăкăртатса, мăрлатса,
Мухтанасшăн илнĕ çак
Марăлти хура кушак.
Ăшă кунта чупкалакан ача-пăча тем те хăтланать, пур çĕрте те савăнăç тупать.
— Алсишсене типĕтсе тухар-ха, Хĕлип, — терĕ Иркка, хăйсен тĕлне çитсен, вăл шавлă ушкăнтан тăрса юлчĕ.
— Манăн та йĕпе, — Хĕлле-Хĕлип алсишĕсене çапса илчĕ.
Вите çумĕнчи тап-таса юр çине пăхса илчĕ Иркка. Пĕр хура пăнчă та çук, юс йĕрри кăна иртет.
— Хĕлип, пăртак кĕтсе тăр. Эпĕ юр çине çырам-ха, — терĕ Иркка, патакпа хуллен чĕрме тытăнчĕ.
«Юратнă Лисук» тесе саспаллисене шкулта вĕрентнĕ пек кукăртса илемлетнĕ чух çатан хĕрринче Хĕр-Ваçка курăнса кайрĕ.
— Аçу килте-и, Иркка? — терĕ чăм тара ӳкнĕ Ваçка, хăй шиклĕ куçĕсемпе ял çине пăхкалать.
— Вулăсра.
— Лаша килте-и?
— Хамит килтех.
— Халех лашуна витерен кăлар!
— Мĕншĕн, Ваçка пичче? — Иркка шартах сикрĕ, Варлам пек пуянсенчен те хăраман ял пуçлăхĕ Хамите туртса илессĕнех туйăнчĕ ăна, çакна пĕлтернĕ пекех; Ваçкан хаярланса кайнă куçĕсем выляса илчĕç.
— Хамита эпĕ вулăсра аçуна паратăп. Ан хăра, Иркка. Васка! — тархасласах каларĕ Ваçка, ял варринче такамсем шавланине итлерĕ, килкартине кĕчĕ.
— Мĕн пулнă пичче? — Иркка витере тумлакан шывпа çурăмне йĕпетнĕ Хамите çавăтса тухрĕ, чĕлпĕрне таçта васкакан Хĕр-Ваçкана тыттарчĕ.
— Яла кулаксем килнĕ. Аннӳ тарса пытантăр, — терĕ те Ваçка Хамите хăвăрт утланчĕ.
— Кулаксем мĕн тăваççĕ? — пăшăлтатса ыйтрĕ Иркка вĕрлĕк хапхана уçнă май.
— Вĕлерме те пултараççĕ. Эсир те тухса ан çӳрĕр, пытанăр! — Ваçка Хамите шак сиккипе чуптарчĕ, çырманалла анса кайрĕ.
— Аннене кайса калас-и? — кăшкăрса ячĕ Хĕлле-Хĕлип, анчах ун çинçе сасси Ваçка патне çитеймерĕ.
— Тарар, Хĕлип! — Иркка ăна хулĕнчен ярса тытрĕ те, вĕсем пӳрте чупса кĕчĕç. Иркка вучахри кĕле ăскăчпа ăсса витрене яракан амăшĕ умне пырса тăчĕ те васкаса калама тытăнчĕ:
— Анне, анне! Яла кулаксем килнĕ. Çынсене вĕлермелле, тет. Хĕр-Ваçка Хамите утланса тарчĕ, сана пытанма каларĕ.
— Тепĕр ухмах тупăннă. Лашасăр тăрса юлтăмăр-и? — тимĕр ăскăчпа юнаса, шăл витĕр каларĕ амăшĕ, кĕлне вĕçтерсе, витрине урайне лартрĕ. — Ху кашăка та чипер тытма пĕлместĕн, килти лашана ют çынна тыттарса яратăн?
— Ваçка пичче Хамите вулăсра аттене паратăп, терĕ. Хăйне вĕлересрен тухса тарчĕ вăл, — Иркка, ăнланма пултарайман амăшне çиленсе, йĕрсе ячĕ. — Вĕлереççĕ, анне! Тар! — çухăрса каларĕ те куçне икĕ аллипе хупларĕ.
— Пĕр-икĕ пукку вĕреннĕ те ăсланса кайнă, шĕшлĕ, хуçа пулса тăнă, лашана та парса янă, — кăмака патĕнче мăкăртатрĕ амăшĕ. — Мана кам вĕлертĕр? Эпĕ камун мар, Наçтук пек, урамри сĕтел çине тăрса кăшкăрман.
— Атте камун пулса кайнă, пăшал та, хĕç те çакнă. Акă тытĕç те сана та, мана та вĕлерĕç. Тар, анне! — Иркка пĕтĕм чунтан каларĕ, тулта тем шав пуррине илтрĕ, чӳречерен пăхрĕ, хулпуççи çине сенĕк хунă çын вĕрлĕк хапха умĕнче тăнине курчĕ. — Кулак килнĕ, анне! — терĕ Иркка, вилĕм йăтса килнĕ этем киле пырса çитнине туйса илчĕ, хытсах кайрĕ.
— Чăнах-ши? — терĕ амăшĕ, чӳречерен пăхса. — Эсĕ тухса калаç, эпĕ тĕпсакайне сикем. Эс пĕчĕк.
Ирккапа Хĕлле-Хĕлип пӳртрен тухнăччĕ çеç, сенĕклĕ çын питĕ йăваш сасăпа каларĕ:
— Усалли эпĕ мар. Ан хăрăр, ачасем! Эпĕ — Катĕркассем, Курак Куçми. Манăн Макçи тусăм килте-и?
— Çук, — терĕ Иркка, сасси ачаш пулин те, сенĕклĕ çын патне пыма хăрарĕ.
— Эсĕ кулак-и? — терĕ Хĕлле-Хĕлип, хапха патнелле пырса..
— Эй, ачам, манран кулак пулать-и? — терĕ хура сухаллă лутра çын. — Манран ан шикленĕр, кунтарах килĕр. Макçи тусăм мĕнле çĕмĕрттерет? Лаша сывă-и, лайăх чупать-и?
— Сывă, — Иркка хапха умне пырса тăчĕ, сенĕклĕ çын чăнах та кăмăллă иккенне ĕненчĕ.
— Аçу манран лаша илнĕччĕ. Эпĕ ăна выçă пирки сутса ятăм, халĕ те лашасăрах пурăнатăп, туянма вăй-хал çитмерĕ. — Курак Куçми сенĕкне юр çине тăрăнтарчĕ те ун çине кăкăрĕпе тайăнчĕ.
— Хамит питĕ лайăх лаша, — терĕ Иркка. Унăн хăрани пĕтĕмпех иртсе кайрĕ, ырă кăмăллă çынпа калаçас килчĕ. — Хамит этем пекех ăслă, чи лайăх лашасене те хуса çитет те вăшт кăна иртсе каять.
— Мана, ĕлĕкхи чухăн хуçине, манса кайрĕ пулĕ ĕнтĕ, янавар, — Курак Куçми хурланса пăхса илчĕ. — Пĕрре мăйĕнчен ачашласа хăварасчĕ. Паян аçу килет-и, хĕрĕм. Калаçса ларасчĕ.
— Пĕлместĕп, — пуçне сулчĕ Иркка. — Хамит тиха чухне те çаплах ăслăччĕ-и, пичче? — терĕ.
— Хамит ман килтех çуркунне çуралчĕ. Пĕр-икĕ кунтан амăшĕ урине икĕ пĕрене хушшине лектерсе хуçрĕ, вара ăна пусрăмăр. Хамит асап курчĕ, малтан качака сĕчĕ ĕçтерсе ӳстертĕм. Тертре ӳснĕ выльăх ăслă пулать, хĕрĕм.
— Ун чухне те Хамит кĕсьене шăршлатчĕ-и? — терĕ Иркка.
— Выçă ӳснĕскер таçта та апат шырама вĕреннĕ ĕнтĕ. Эпĕ ăна яланах çăкăр татăкĕ параттăм, вăл çавăнпа шăршлама хăнăхса кайнă.
Курак Куçми татах тем каласа пама хатĕрленнĕччĕ, ял варринче пĕр хĕрарăм хăрушă çухăрса яни илтĕнчĕ.
— Урама ан тухăр! Тарăр, ачамсем, — терĕ Курак Куçми, сенĕкне хулпуççи çине хучĕ те тăкăрлăкпа утрĕ.
Ялта кăшкăрашса ӳхĕрекен сасăсем вăйланса пычĕç. Иркка Хĕлле-Хĕлипе хулĕнчен ярса илчĕ те витене танкăлтаттарса илсе кĕчĕ, кĕтесре выртакан икĕ йывăç каска çине кăтартрĕ:
— Кĕрсе вырт, урусене пытар! — терĕ, хăй тепĕр каска хăвăлне кĕрсе кайрĕ.
Хурама каскасене Макçи çамрăк чухнех Варак шывĕ хĕрринчен илсе килнĕ, тырă хума ырçасем тăвасшăн пулнă, анчах тырри нумай усрамалăх йăтăнман, пысăк ырçасем кирлех те пулман. Пытанмалла вылянă чух Иркка яланах каска хăвăлне кĕрсе выртнă, ăна никам та шыраса тупайман.
— Кулаксем те тупас çук, — шухăшларĕ Иркка.
20
Таçта, Йĕлмекассинчен чылаях инçетре, кулаксен пăлхавĕ хаярлăхпа йӳçсе хăпарнă, унăн хыпарĕ Энтрипасар ялне эрне кун, пасарта халăх кĕрленĕ чух, пырса çитнĕ. Чи малтан утă лавĕ çине пĕр кĕреçе сухаллă куштан хăпарса тăнă, ханша кӳпсе тултарнăскер икĕ аллине чăмăртаса, пуçĕ çинче çавăрнă.
— Камунсене пушкарма тухрăмăр. Хăш ялта вĕсем нумай? — урса кайсах сĕлекине сирпĕтнĕ вăл, шухăшĕ çыхăнса пыман тĕлте намăс сăмахсем те каланă. Пасар халăхĕ утă лавĕсем тавра кĕпĕрленсе тăнă.
Йĕлмекасси çынни, çĕнĕ пуяна тухса кайнă Антун, хăй çине тырă парăмĕ хунăранпа килне пырса та кĕмен, лашине ялтан яла чуптарнă, хурăнташĕсемпе юлташĕсем патĕнче çĕр каçнă, кунти пасара ĕне какайĕ сутма ирхине ирех çитсе чарăннă. Унăн çуни патĕнче никам та тăрса юлмарĕ, вăл пĕкĕрĕлчĕк лаши сĕлĕ улăмне апат курман пек çăвар тулли çинине сăнаса тăчĕ, утă лавĕ çинче çухăракан куштан çын çине пăхса илчĕ. Антун лашине хăвăрт кӳлчĕ, какайне шăналăкпа витрĕ те çунине тĕкме пекех таракан халăх айккине пырса тăратрĕ.
— Камунсен ячĕсене пĕлтерĕр! — тесе тепĕр хут хаяр сасăпа çухăрса илчĕ куштан çын, тӳпери сивĕ те хăмăр пĕлĕтсене çиленнĕ пек юнарĕ те утă лавĕ çинчен сиксе анчĕ. Халăх таçтан килсе тухнă хĕрĕнкĕ этем сăмахне хăлхана чикмерĕ, икĕ урам хушшинчи сарлака лапам çине сарăлчĕ, хăраса ӳкни те, хыпăнса калаçни те палăрмарĕ. Сутуçăсем хăйсен таварĕсене мухтаса кăшкăрашма чарăнчĕç. Антун каллех çап-çара çĕрте тăрса юлчĕ, леш куштан хăй пек хĕрĕнкĕ пилĕк-ултă çынна ертсе килнине курчĕ те çуна çинчех ларчĕ.
— Мĕн туса ларатăн, кĕске сухал? — терĕ ăна куштан этем, çăра куçхаршисем айĕнчен пăхса илсе.
— Кунта шавланине илтрĕм те, ларатăп-ха, — Антун хăраса ӳкрĕ, хутаç тулли укçине те, какайне те çаксем тăпăлтарса илес пек туйăнчĕ.
— Шавлани кăмăлна каймарĕ-и, кĕске сухал? Эпир сан пеккипе калаçма пĕлетпĕр, ураран тытатпăр та пуçхĕрлĕ кустаратпăр, — куштан çунана хăрах ӳречинчен тытрĕ те çĕклесе кăтартрĕ.
— Эпĕ кайран çитрĕм, пурне те илтсе юлаймарăм, ырă çыннăм. — Антун ним тума аптрарĕ, малтан çак куштан унпа ăшшăн калаçасса кĕтнĕччĕ.
— Çапăçма е хăна тума? Хăшне килĕшетĕн? Э? — куштан çын халех çапса пăрахас пек пăхкаларĕ.
— Ăнланса çитейместĕп, ырă çыннăм? — Антун тем тума та хатĕр пулнă пек тилмĕрнĕ сасăпа каларĕ, хăй ларнине кăна уçăлса каймасăр тытăнса тăракан шăналăк çинчен тăма хăрарĕ.
— Пирĕнпе пĕрле камунсене тӳнккеме пыратăн-и? Пымасан, лашуна тытса илетпĕр. Хăш ялта камунсем нумай?
— Камунсем-и? Йĕлмекассинче нумай.
— Эсĕ унтан-и?
— Эпĕ хам урăх ялсем, унта пултăм. Камунсем алхасса кайнă, халăха вĕри çатма çинче ташлаттарма тытăннă, сывлама та памаççĕ. Акă турă! — Антун сăхсăхса илчĕ.
— Эсĕ пире, кĕске сухал, сăхха персе ан лар! Хăна тăвасси пур-и сан? — тин çеç хăйăрпа тасатнă пăхăр сăмавар пек хĕрлĕ питлĕ куштан этем Антуна мăйĕнчен икĕ аллипе ярса тытрĕ те пуçне пăрса татас пек силлерĕ.
— Пур, ырă çыннăм! — пăвăнса ларнă Антун аран-аран каласа хучĕ. — Ханши ăçтарах тупăнĕ-ши? Укçине хĕрхенмĕттĕм.
— Хамăр тупăпăр! — тесе кăшкăрчĕ пĕр тăрнаккай типшĕм этем, виçĕ-тăватă пĕрчĕллĕ сухалне шăлса.
— Ларар! — куштан кăшкăрса ячĕ, Антунпа юнашар вырăн илчĕ, ыттисем те çуна çине сике-сике ларчĕç.
— Хам ертсе каятăп, — терĕ типшĕм этем, Антунтан тилхепене карт туртса илсе, шăл витĕр шăхăрчĕ.
— Хĕр-Ваçкана та, ыттисене те вĕрентем-ха, — шухăшласа пычĕ Антун пĕкĕрĕлчĕк лаши юр вĕçтерсе юртнă май.
— Камунсем сана та ярса тытрĕç-и? — терĕ Антуна куштан, хăй çăварне карсах анасларĕ.
— Эй, ырă çыннăм, ан та кала ĕнтĕ. Макăрса ярас килет, — Антун хăй ăçтисем пулнине ыйтасран хăраса пычĕ, ӳсĕрĕлсен те каламалла мар тесе чунне хытарчĕ.'
— Манăн пытарнă тырра пĕрчĕ хăварми шăлса кайрĕç. Тулса çитнĕ çиллĕме ниçта чикме пултараймастăп. Камунсене çапас та сенĕкпе чикес! — куштан çын нумаях калаçаймарĕ, ларнă çĕртех тĕлĕрме тытăнчĕ.
— Тăпру! — терĕ типшĕм этем, тилхепене Антуна тыттарчĕ те сиксе анчĕ. — Хĕрарăмсем чупкалаччăр, çимелли те, ĕçмелли те пултăр! — сасси çинçешке те хăйăлти пулсан та, хытă кăшкăрма мекĕрленчĕ вăл хапха умĕнче.
Вĕсем уçса пăрахнă хапхаран юр вĕçтерсех кĕрсе кайрĕç. Антун лашине вите умĕнче чарчĕ, анчах çуни çинчен анма васкамарĕ, епле пулсан та ĕне какайне сыхласа хăварасшăн пулчĕ.
— Эсĕ çуна çинче чĕп кăларасшăн-и, кĕске сухал? — кăшкăрса ячĕ куштан.
— Халех кĕретĕп! Халех! — терĕ Антун йăваш сасăпа. Çынсем пӳрте кĕрсе кайсан, вăл какай çинчи шăналăкне йывăç йĕпсемпе тирсе тухрĕ, лашине тăвармарĕ, урхалăхне çеç пушатрĕ.
Антун пӳрте кĕнĕ çĕре ушкăн çын кĕрĕкĕсене хывса пăрахса, сĕтел хушшине кĕрсе вырнаçма та ĕлкĕрнĕ, варринче куштанни ларать, шурă кĕпин тĕрĕллĕ çухине вĕçертсе янă, хура çăмлă кăкăрĕ курăнать.
— Ме, сып, кĕске сухал! — терĕ те вăл, Антун çине хĕрлĕ куçпа пăхса, курка çĕклерĕ.
— Малашне те пĕрле ĕçмелле пултăр, ырă çыннăм, — Антун шалт ĕçрĕ. — Пасарта шăнса тăни пĕтĕмпех иртсе кайрĕ, — терĕ.
— Халĕ ĕнтĕ хăвăн хăна тумалла, — терĕ тăрнаккай этем, кăмака умĕнче тăракан хĕрарăма кăшкăрса каларĕ.
— Йăмăкăм, çуттине тупса кил-ха.
— Ăçтан тупам-ха? — илтĕнчĕ хĕрарăм сасси.
— Эй, йăмăкăм, патша пек çын умĕнче чипер калаç. Çĕр айне анса кай та туп! Хаклă хакпа тӳлетпĕр.
— Мĕнпе вара?
— Çуллă какайпа. Çапла-и? — типшĕм этем Антун çине тинкерсе пăхрĕ.
— Тӳлĕпĕр, йăмăкăм, — терĕ мĕскĕн сасăпа Антун. Çуни çинчи какайĕ харама каясса чĕри унчченех сиссе илни халĕ ĕнтĕ тĕрĕсех пулчĕ.
— Атя, иккĕн каяр, йăмăкăм, — терĕ те типшĕм çын сĕтел хушшинчен тухрĕ, кăмака умĕнчи яш хĕрарăма хулĕнчен тытрĕ. Вĕсем тухса кайнă хыççăн хăраса ӳкнĕ Антун, хăйне никам та сĕтел хушшине чĕнменнине кура урай варринчех тăчĕ.
— Тепре сып та каласа пар, — куштанни, ыттисене тĕрткелесе, сĕтел хушшинчен тухса тăчĕ, Антуна курка тыттарчĕ.
— Сире каласа парас тесе, пасарта кĕтсе тăтăм. Ĕçĕр... ăнăçлă пултăр, — Антун нумай сыпмарĕ, куркине сĕтел çине лартрĕ. — Йĕлмекассинче камунсем хĕтĕртнипе халăх урсах кайнă, Варлам пуян тыррине туртса илнĕ.
— Варлама çав кирлĕ! — кăшкăрса ячĕ сĕтел хушшинче пĕри. — Вăл ытла çăтă куçлăччĕ, пĕтĕм таврара хай çеç пуян пулма хапсăнчĕ. Ман атте Варак шывĕ хĕррине арман лартасшăнччĕ. Варлам аттене хай килне хăнана чĕнтеренçи тунă, ай-ай, хăналанă, хăлха чикки панă та арманна вут тĕрттереп тесе сехрине хăпартнă. Вара атте усал Варлампа тытăçас темерĕ, арман лартас шухăша пăрахрĕ.
— Эсĕ вара камунсене хĕрхенсе тăрасшăн-и? — çиллес пăхса каларĕ куштанни. — Вĕсем Варлам çине кăна мар, пирĕн çине те турта çĕклеççĕ.
Пӳртри çынсем тавлашса кайнă, пурте коммунистсене вăрçса юнанă вăхăтра çамрăк хĕрарăмпа пĕрле типшĕм çын килсе кĕчĕ, кĕрĕк арки айĕнчен сĕтел çине пысăк кĕленче кăларса лартрĕ.
— Халĕ ĕнтĕ эпир, — терĕ вăл хавасланса, — пуçран сĕрĕм тухиччен ханша ĕçме пултаратпăр. Ку кĕленче юлашки мар, тата та пулĕ. Тӳлессе чипер тӳлерĕмĕр, çакă кăмăллă çын çуни çинчен ĕне пĕççи кайса патăм. — Типшĕмми Антуна хулпуççинчен çупăрласа илчĕ: — Ханши санăн, малтан ху курка тĕпне кăтарт!
— Малтан çакă паттăр çынна тав тăвам! — Антун сĕтел умне пырса тăчĕ, пысăк та йывăр кĕленче савăта ярса тытрĕ, икĕ курка тултарчĕ, пĕрне куштан çынна тыттарчĕ.
— Пире юратакансем пур. Ку хăех пирĕн хушша пырса кĕчĕ, хăна тума та хытса тăмарĕ. Тавăсъе сана, пасарта паллашнă юлташăм! — куштан хăйĕн куркине Антун куркипе шаккарĕ, пĕр сывламасăр шалт ĕçрĕ те курка тĕпне кăтартрĕ.
Ĕне какайĕ ахалех харама кайнипе кулянса ӳкнĕ Антун икĕ-виçĕ курка сыпнă хыççăн самаях хĕрсе кайрĕ, шавласа ларакан ушкăн хушшине кĕрсе ларчĕ те, чĕлхе чаракне çухатса, ыттисене пӳлсе пычĕ, хăй нумайрах калаçма тытăнчĕ, ăна хăйĕн сасси илемлĕ янăранă пек, шухăшĕ питĕ ăслă пек туйăнса тăчĕ, анчах хăй Йĕлмекасси çынни иккенне калама юраманнине асран ямарĕ.
— Эсир, ырă çыннăм, Йĕлмекассине манса ан кайăр, — терĕ вăл. — Нумаях пулмасть, эпĕ унта кĕрсе тухрăм та, макăрса ярас килчĕ. Мĕн çеç хăтланмаççĕ унта камунсем? Пĕлтĕр çара пакартасем Варак шывĕ хĕррине сиксе тухрĕç те хутора вут тĕртсе çунтарчĕç, турта вăрçи пуçласа ячĕç. Кăçал Хĕр-Ваçка камун хушнипе пуянсене кăна мар, чухăнсене те мăйран пăвса тытрĕç, юлашки тырра пӳлмерен шăлса кайрĕç. Эсир ячĕсене астуса тăрăр: Хĕр-Ваçка, Наçтук, Ямшăк Михали арăмĕ, Шерхулла кĕтӳçĕ. Халĕ Станук Макçи текен апăрша этем те камунсем енне çаврăнса ӳкнĕ, пăшал та, хĕç те çакса çӳрет, яла пăтратать. Паян яла пырса кĕмелле те çĕмĕрмелле!
Антун нумайччен калаçрĕ, темле те сӳтсе яврĕ, юлашкинчен, Йĕлмекассине епле те пулин инкек пырса кĕртес тесе, ӳсĕр ушкăна йăлăнма тытăнчĕ, паянах пырса кĕме чĕнчĕ.
— Эсир пымасан, пĕтрĕ вара Йĕлмекасси! — терĕ те вăл, хăйĕн хуйхи-суйхи витĕмлĕ те ĕненмелле пултăр тесе, куççульпех макăрса ячĕ, пуçне сĕтел çине хучĕ.
— Пырăпăр! — терĕ куштанни, типшĕм этем çине хаяр куçпа пăхса хушса хучĕ: — Татах та ханша пур, тетĕн эсĕ. Тух та чуп!
— Ĕçсе кăна ларатпăр. Çиесчĕ! — кăшкăрса ячĕ Антун.
— Эсĕ йĕрсе лариччен çуна çинчен какай илсе кĕр! — куштанни сĕтел çине чикĕннĕ Антуна айккинчен чышса илчĕ. — Йĕлмекассине çитме вăй кирлĕ.
— Камунсене çапма та алăсем тĕреклĕ пулмалла! — терĕ тепри.
Хаяр çухăрашакан çынсем хушшинчен типшĕм çынпа пĕрле Антун та, хулпуççи çине кĕрĕкне уртса, тула тухрĕ, нимле апатсăр юлнă лаши хуралтă хĕрринчен кивĕ улăма туртса тăнине курчĕ, çуни патĕнче йытă хăрлатса илнине илтрĕ.
— Тух! — тесе кăшкăрчĕ те Антун çуни патне чупса пычĕ, шăналăк айĕнче пĕр татăк какай та курмарĕ, типшĕм этем те ханша сутакансем патне нумай илсе кайнă-тăр, чылай вăхăт пӳртре кĕрлесе ларнă чух йытăсем те хăна пулма питĕ чипер вырăн тупнă. Вăл улăм айне ухтарчĕ, хут укçа хутаçне епле те пулин сыхласа хăварас тесе хыпăнса ӳкрĕ, анчах пӳртри ӳсĕр ушкăна ахалех хăварма кирлĕ марри çинчен шухăшларĕ.
— Эпĕ сире халĕ лайăх какай çитерес тенĕччĕ, ĕç тухмарĕ, ырă тусăмсем. Айăпĕ манра мар, — Антун куштан çын умне пырса тăрса пуç тайрĕ. — Леш этем ханшашăн панă хыççăн юлнине йытăсем сĕтĕрсе кайнă.
— Малтанах пĕçермелле пулнă. Хĕрхеннине хĕрлĕ йыт çиет çав, — терĕ пĕри.
— Ним те хĕрхенмерĕм, — Антун ӳсĕр çынсем чĕрре кĕресрен хăрарĕ, сĕтел умĕнче сиккелесе тăчĕ. — Леш этем, ханша илекенни, шăналăка уçса хăварнă.
Типшĕм çын килсе кĕчĕ те сĕтел çине тепĕр пысăк кĕленче лартрĕ, калаçу какай çинчен пынине пĕлсенех аллине сулса, кăшкăрса ячĕ:
— Ханша та тăрантарать пире, какăртать. Какайне Йĕлмекассинче çийĕпĕр. Эпир ĕнтĕ сана, кĕске сухал хамăрпа пĕрле илсе каятпăр.
— Эпĕ, ырă çыннăмсем, маларах тухса каям та сире халăх шавĕпе кĕтсе илем, хăна тăвам! — хавасланса каласа хучĕ Антун.
— Чее чăваш иккен эсĕ, — типшĕмми Антуна хулĕнчен ярса тытса силлерĕ. — Мĕн чухлĕ палкаса лартăн, çапах хăв хăш ялтан иккенне каламарăн.
— Хăвалăхсем эпĕ, — Антун, хăйĕн сехри хăпнине ирттерсе ярас тесе, кулкаласа илчĕ. — Тĕпчесе лариччен санăн мана тепĕр курка сĕнесчĕ.
— Куркине парăп та кайран кĕсйӳне ухтарăп. Тен, эсĕ хăв та камун? — тесе типшĕмми Антуна курка тултарса пачĕ.
— Эпĕ ку самана пуçланиччен Сĕве хулинче çăмарта складĕнче ĕçленĕ, пуянах та, чухăнах та пулман, — терĕ Антун, куркине ĕçсе ячĕ те çăварне кĕрĕк çаннипе шăлса илчĕ.
— Эпĕ Хусанта пулнă, Сĕвене кайкаласа çӳренĕ, сан пек кĕске сухала пĕрре те курман. Тупата, суять! — кăшкăрса ячĕ типшĕмми.
— Тавлашатпăр-и? — типшĕмми çине сиксе ӳкес пек пăхса илчĕ те çĕлĕкне хыврĕ Антун, шалта аллипе ухтарма тытăнчĕ, пĕр хут туртса кăларчĕ.
— Кай! — терĕ те типшĕмми куштан этеме курка тыттарчĕ. — Чĕрре кĕрсе тăмăпăр, ханша ĕçсе савăнăпăр, Йĕлмекассине каятпăр-и?
— Каяс! — терĕ пĕри, юрлама тăчĕ, анчах сăмах тупаймарĕ, ĕне пек кăна ĕнĕрлерĕ.
— Пырăр! — тесе Антун килкартине тухрĕ. Вăл лашине хуллен урама кăларчĕ, тăкăрлăка пырса кĕчĕ те шăхăрса ячĕ, пуç çинче тилхепине çавăрчĕ.
21
Кулаксен пăлхавĕн хӳри пулса килсе тухнă ушкăн пасарти халăха хаярлатса яма, суя сăмахсем каласа, ăна коммунистсемпе активистсем çине вĕскĕртме шухăш тытнă, анчах Энтрипасарти çынсем пăтранчăк ӳкĕте кĕмен, утă лавĕсем патĕнчен саланса кайнă, инкекрен айккинелле пăрăнма васканă. Кулаксем унччен чылай ялсенче пулнă, çынсене ытла та хăрушă самана килессипе хăратнă; хăйсен хир-хир тăрăх, вăрман урлă пыракан çăмхи халăха хăй çумне хутшăнтарса пырасса ĕненнĕ, ялсенчен чухăнсене те, вăтамсене те хăваласа кăларнă, вилĕмпе юнанă, хĕненĕ, пуртă та, сенĕк те йăттарнă, анчах ултав çамхине пырса лекнĕ çынсем саланса пынă, ăçтакилнĕ унта тарса пытаннă. Кулаксен сехре хăппи хыпарĕ хăйсенчен нумай малта пынă, ӳсĕр те усал ушкăн килесси çинчен пĕлтернĕ. Таврари ялсенче кулаксем халăх сиввĕн те тиркесе калаçнине илтнĕ. Антун та ӳсĕр ушкăна ĕненсех кайман, çавăнпа хăй ятне пĕлтермен, Йĕлмекассине те пырса кĕмен, таçта тарса пытаннă.
Кулаксем, вăрах ĕçсе сĕрлесе ларнă хыççăн, хăшĕсем çуна çине ларса, хăшĕсем юланутпа пасар урамне килсе тухрĕç. Унта вĕсен куçне никам та курăнмарĕ. Чи малта хăла лашапа пыракан куштан çын пăшалне ниçта тĕллемесĕр персе ячĕ, пасар кунĕ лавĕсем пĕрчĕ-пĕрчĕ улăм тăкса хăварнă çул çине тухрĕ; ыттисем лашисене ун хыççăн хăваларĕç.
Вĕсем нумай кун хушши ĕнтĕ хĕвел курман, вĕсен хĕрелсе кайнă куçĕсене сивех мар çил те шывлатнă. Çуна çинчисем тĕлĕрсе выртса пычĕç, юланутпа пыракансем тайкаланчĕç. Йĕлмекассине çитме пилĕк-ултă çухрăм юлсан, Катĕркассинчен сиксе тухнă йытăсем, пăшаллă та сенĕклĕ çынсем патне пыма хăраса, инçетрен вĕркелесе тăнă чух, куштан кăшкăрса илчĕ:
— Анкă-минкĕ ан пулăр-ха!
Куштанни хĕрĕнкĕ чухне кăна хăйне паттăр пек тытнă, юлашки вăхăтра, пуçĕ сĕрĕмрен кăштах тасалнă самантсенче, вăл хăйĕн тусĕсемпе калаçман, шăпи вĕçне çитсе пынине, хăйне ăçта та пулин çапса пăрахасса сиснĕ. Вăл çуралнă ялĕнчен усал ĕçпе тухса кайнăранпа темиçе вулăс урлă та каçнă, ытла пысăк ялсемпе станцисен таврашĕнче пулма хăранă.
Катĕркассинчен иртсен, вăл çул çинче хура мĕлке мĕшĕлтетсе пынине курчĕ, лашине урипе тапса илчĕ те юрттарчĕ. Сăхман çинчен ахаль кантра çыхнă пĕр лутра çын, лаша ури сассине илтсен, чарăнса çул çинчен пăрăнчĕ.
— Ăçталла кайма тухрăн? — терĕ куштан этем, унпа пырса танлашсанах.
— Юмахри пек пулса тухрĕ пурнăç, — терĕ виçĕ юплĕ тимĕр сенĕкне хулпуççи çине хунă çын, çул хĕррипе утса пырса. — Лаша çук пирки пĕчĕк улăм купи хирте тăрса юлчĕ. Халĕ ĕнтĕ çăлкалатăп та çĕклемпе киле качака валли йăтса таврăнатăп. Ăçта каятăн эсĕ? Сунара-и?
— Йĕлмекассине мулкач тытма, — кулса каларĕ куштан çын.
— Мулкачсем Атăл хĕрринче нумай. Вĕсем çуркунне хăва хуппине кăшлама юратаççĕ. Иккĕш калаçма çеç тытăннă самантра ыттисем хăваласа çитрĕç, шавлама тытăнчĕç.
— Ку сӳптĕркке ăçта каять? — терĕ тин çитсе чарăннă типшĕм этем.
— Хире улăм туртма! — кăшкăрсах каларĕ сăхман çын.
— Йĕлмекасси инçе-и?
— Сăрт урлă каçсан — кĕпер, унтан вара Йĕлмекасси мăрйисем курăнсах лараççĕ.
— Санăн пуç шавламасть-и? — ыйтрĕ типшĕмми куштанран.
— Мĕн вара? Пур-и? — терĕ лешĕ.
— Ахаль калаçса çăвар тутине те сая ямастăп.
— Хиртех-и?
— Юр çинче ăшăнăпăр.
Куштанни лаша çинчен сиксе анчĕ те ăна çуна патне çавăтса пычĕ. Çаксем хир варринче ĕçнине тĕлĕнсе пăхса тăман пулсан, çул çинче ăнсăртран усал ушкăна килсе лекнĕ Курак Куçми инкек курас çукчĕ, кăштах кăна утатчĕ те пăрăнса кĕрсе каятчĕ.
Типшĕмми Антун какайĕпе йӳнеçтерсе, усламçăсене хăратса çул çине те пĕр пысăк кĕленче тулли ханша илсе тухнă иккен.
— Мĕн ых-ых чĕппи тытса ĕнтĕркетĕн? — тесе типшĕмми Курак Куçмине курка тыттарчĕ.
— Ĕçни аван-ши? Кайран хирте шăнса хытмăп-ши? — текелесе илчĕ Курак Куçми.
— Янках яр! — кăшкăрчĕ типшĕмми. — Эпир сана шăнса хытма памăпăр, ыттисене хытарма пырăн.
— Сып! — терĕ куштанни.
— Сыпасса сыпăп... — Курак Куçми хăй çине хаяр куçпа пăхакансене курчĕ, ним те калама аптрарĕ, ĕçсе ячĕ.
— Халĕ ĕнтĕ эсĕ пирĕн! Сенĕкне тыт та ут! — типшĕмми ăна хулпуççинчен ярса илчĕ, çуна çине йăвантарчĕ.
— Ăçта каям-ха эпĕ сирĕнпе? — терĕ Курак Куçми.
— Камунсене тӳнккеме! — çухăрса каларĕ типшĕмми, сăхманлă ырхан çынна пусса выртрĕ те ахăрса кулса ячĕ.
Курак Куçми ку ушкăн ялсенче çӳрени çинчен илтнĕ, çавăнпа та хăй, путене пек, йытă çăварне килсе лекнине пĕтĕмпех ăнланса илчĕ, ним тума та пĕлмерĕ, хăранипе те шăннипе тăр-тăр чĕтреме тытăнчĕ.
— Йĕлмекассинчи камунсене пĕлетĕн-и? — темиçе хутчен те ыйтрĕç унтан.
— Йĕлмекассинче эпĕ каччă чухне кăна пулнă, — терĕ вăл ним суймасăр, анчах ăна типшĕмми те, ыттисем те çапкаласа илчĕç, вĕлерсе хире пăрахса хăварассипе те хăратрĕç. Ĕмĕрĕнче нихçан та ырлăх курман, çынсенчен хăраса пурăннă мĕскĕн хресчен тарма хăюллă шухăш тупаймарĕ, хыçалтан юр вĕçтерсе пыракан çуна çинче Иĕлмекассине пырса кĕчĕ. Малта юланутпа пыракан Куштан, Антун сиксе тухасса кĕтсе, урамра чарăнса тăчĕ, Çеркки умĕнче çынсем тăнине курчĕ те лашине унталла сиктерсе пычĕ:
— Камунсем ăçта? Кăтартăр! — тесе вăл пыр тĕпне хыртарса кăшкăрчĕ.
Çынсем Çеркки лавкки умĕнчен пĕр самантрах çухалчĕç, пахчасем урлă, çуртсен çумĕпе тарса пытанчĕç, Укахви, çаратасран шикленсе, лавкка чӳречине шалтан хăмапа хупларĕ.
— Уç! — терĕ куштанни, чӳречене пăшал кӳпчекĕпе çапса çĕмĕрчĕ. — Эрех пур-и?
— Çук, — илтĕнчĕ шалтан хăраса ӳкнĕ сасă.
— Камунсем ăçта?
— Хĕр-Ваçка, — терĕ питĕ шăппăн Укахви. Хăйсене Антун кĕтсе илмен пирки çиленсе, куштан этем кушак та курăнман пушă урамра, чĕлпĕрне кăрт-карт туртса, лашине темиçе хут та сиктерсе илчĕ, тарăхса çитнĕ лаши, хуçине хăй çинчен сирпĕтсе хăварас пек, сиккипе кайрĕ, хăй хыçĕнче тăман мăкăрлантарса хăварчĕ.
— Хĕр-Ваçкана тытăр! — кăшкăрса ячĕ куштан. Унăн юлташĕсем, çунисене пăрахса, урамра чупкаларĕç, Хĕр-Ваçка ăçта пурăннине пĕлмерĕç, ыйтса тĕпчеме çуртсене кĕре-кĕре кайрĕç. Курак Куçми пăрахса тарма манса кайрĕ, хăй юратса ӳстернĕ Хамит лашин хуçине — Станук Макçине — шыраса тупма ăс тытса, тĕркĕшӳре Чинук патне кĕрсе кайрĕ те йăваш сасăпа шăппăн ыйтрĕ:
— Ан хăрăр. Мана Станук Макçи кирлĕ, — терĕ.
— Сан тус-и вăл? — тесе кăмака хыçĕнчен сиксе тухрĕ Вирук.
— Питĕ лайăх тус. Эпĕ ăна лаша сутнă.
— Çырмана кайнă çĕрте тăкăрлăк хĕрринче, — терĕ Вирук, хăй сăхманлă çын тухса кайсанах чӳречерен пăхрĕ, йăваш çын сенĕк йăтса утнине курчĕ, вĕлерекен çынна хăйĕн куккăшĕ патне çул кăтартса патăм тесе макăрса ячĕ. Чинук, Çеркки лавкки умĕнче пăшаллă çын тăнине курсанах, килкартине чупса тухнă, «Камунсем ăçта?» тенине илтнĕ, пахча хыçĕпе Хĕр-Ваçка патне чупса пынă, пӳртĕнче апат çисе ларакан çынна: «Тар!» — тесе каласа хăварнă та хăй кантăр çурăмĕсем хушшине пытаннă.
Темиçе уйăх ĕнтĕ тĕпсакайĕнче пурăнса шурăхса кайнă Энтри яла шăв-шав пырса кĕнĕ чух хăйĕн шапаллă тĕттĕм тĕнчинчен тухнă та, алăка сăлăп ярса, пӳртре пĕчченех апат çисе ларнă. Нумайранпа кĕтнĕ хаяр пăлхав килсе çитрĕ тесе, вăл васкасах урама сиксе тухрĕ, Варлам патне чупрĕ. Варлам хапхи яланхи пекех питĕрĕнчĕк пулнă. Энтри хапхана чылай тӳнлеттернĕ хыççăн Матĕрне тухрĕ, ним те ыйтса тăмарĕ, хапха уçрĕ.
— Мана Варлам пичче кирлĕ! — тесе кăшкăрса каларĕ те Энтри пӳртелле вирхĕнчĕ; сухалĕ шăртланса кайнă пирки Матĕрне ăна паллаймарĕ те.
— Варлам пичче, винтовка пар! — терĕ Энтри шалти пӳлĕмре тĕлĕрнĕ пек тăсăлса выртакан çынна. — Пăлхав килсе çитнĕ, коммунистсене пемелле!
— Кам вара эсĕ? — терĕ Варлам, минтер çине тайăнса.
— Çерккин аслă ывăлĕ Энтри. Атте ман пăшала сана сутса янăччĕ.
— Эх, ачам, ун пек теттене мĕн туса усрам эпĕ? Люшша ăна тахçанах сутса янă, — питĕ лăпкă каларĕ Варлам.
— Люшша ăçта?
— Чишма ялĕнче.
— Эх, халĕ ун ялта пуласчĕ! — Энтри Варлам çине тарăхса пăхса тăчĕ, вăл хăйне çын вырăнне хуманнине, пăлхавра паттăр пулассине шанманнине пĕтĕмпех сисрĕ.
— Люшша мĕн тума кирлĕччĕ халь? — терĕ Варлам, пĕвне йăтса тăма йывăртан каллех выртрĕ, тĕлĕрсе каяс пек, куçне хупрĕ.
— Пăлхав-çке, Варлам пичче, — пуçне сулса илчĕ Энтри. — Коммунистсене çаплах ирĕк парса пурăнăпăр-ши?
— Пăлхав тумастăр, пуканелле вылятăр эсир, — Варлам çаврăнса выртрĕ те мăкăртатса каларĕ. — Каюра Тимахви те пăлхава çĕкленчĕ, хăй йытă çыртнипе вилсе кайрĕ. Халĕ эсĕ ĕнтĕ чупса тухнă, хĕç хушшине хăнкăла кĕнĕ пек, сиккелесе çӳретĕн, пăшал та тытасшăн. Пăс пур та ăс çук сирĕн!
— Коммунистсем майлă мар-и эс, Варлам хуçа? — ыйтрĕ Энтри.
— Халлĕхе çук-ха, майлă мар, эсир, акă, вĕсене майлă ĕçлесе пыратăр.
— Епле? — тĕлĕнчĕ таркăн.
— Совет влаçĕнне тĕкне çăлмалла мар, пуçне татмалла. Кусем, Каюра пеккисем, эрех кӳпсе тултарнă та пăртакшарăн тĕкне çăлса хăтланаççĕ, коммунистсем сыхă тăччăр тенĕ пек.
— Епле апла? Ку пăлхав тĕрĕс мар-и апла?
— Тĕрĕс мар. Хăвăн пăшална эсĕ халĕ кураймăн, вăл хăй вăхăтне кĕтсе выртать.
— Вара?
— Вара, тен, сан аллуна та лекĕ.
— Халĕ мĕн тумалла вара, алла хире-хирĕç тытса лармалла-им? — хĕрсех кайрĕ Энтри.
— Мĕншĕн хире-хирĕç тытса ларас? Хăвăн тĕп сакайне кай та пĕкĕнсе лар.
— Ăçтан пĕлетĕн эсĕ? — пăшăлтатрĕ хăна.
— Эсĕ пĕр-пĕччен мар, ăнах пĕлетпĕр ĕнтĕ. Акă мĕн, халĕ эсĕ çынсен куçне ан курăн. Сана халь палламалла та мар, упа пек çăмланса кайнă.
— Апла, апла, — сиввĕн каларĕ Энтри, алăк еннелле çаврăнса.
— Итле-ха, мĕн ятлăччĕ çак эс, Ямшăк Михалин пӳртне кăтартса хăвар, шăннă çинчен вут тĕртсе аллисене ăшăтчăр.
Энтри кĕске ăсне питĕ чаплă шухăш çутатса янăн туйăнчĕ. Нимĕн те чĕнмерĕ вăл, Варлам çурăмне пуç тайрĕ те тухса чупрĕ. Хапхаран тухсанах ăна килнĕ çынсем сырса илчĕç.
— Сухал, эсĕ кунтисем-и?
— Кунти мар! — пурте илтмелле каларĕ Энтри, унтан ерипен хушса хучĕ. — Анчах пурне те паллатăп.
— Камунсене кăтарт!
— Мĕншĕн кăтартас мар? Хавас! Ав лере пĕр кивĕ çурт ларать. Вăл Ямшăк Михали çурчĕ.
— Хăй ăçта?
— Хĕрлĕ çарта, арăмĕ коммунистсем майлă.
— Краççын туп! — терĕ типшĕмми.
Çынсенчен пытанса пурăнакан ирсĕр чуна ирĕке тухнă пек туйăнчĕ. Вал хăйсен лавккине вĕçсе кĕчĕ, краççын илсе тухрĕ те Михаля пӳрчĕ патнелле вирхĕнчĕ, кантăк умĕнчен чупса иртнĕ чух пӳртре Михаля арăмĕ чупкаласа çӳренине курчĕ.
— Алăкне çапса лартăр! — хушрĕ вăл.
Пĕри алăка урлă пĕр хăма çапрĕ, Энтри краççына пӳрт çине чашкăнтарчĕ те чĕртсе ячĕ. Вут ташла-ташла пĕренесем тăрăх хăпарчĕ, вăрăм чĕлхисемпе пӳрт çинчи улăма çулама пуçларĕ.
Вут пĕтĕм пӳрте хыпса илчĕ. Питĕ хисеплĕ ĕç тунă пек, Энтри, пушă краççын савăтне сулкаласа, ерипен урампа утрĕ.
— Пушар! — яла хăрушă хыпар сарăлчĕ.
Урама çынсем сиксе тухрĕç. Хурал пӳрчĕн сарайне темиçен чупса кĕчĕç, пакурсем илсе чупма пикенчĕç, анчах вĕсене килнĕ кулаксем саламатпа çапса салатрĕç.
Хĕрарăмсем витресем йăтса чупкалама пуçларĕç, Наçтук аппа та витре çĕклесе чупать. Çакна курса, Энтрин хура чунĕ урса кайрĕ, вăл киле кĕрсе виçĕ юплĕ тимĕр сенĕк çĕклесе тухрĕ те Наçтук хыççăн вирхĕнчĕ.
— Халăх, çăлăр! — Наçтук халăх патнелле чупма тăчĕ, анчах пĕр кулак ун умĕнче лашине чĕвен тăратрĕ. Наçтук тăкăрлăкалла çаврăнчĕ те аслă çул çине чупса тухрĕ. Каялла çаврăнса пăхма та хăрать, хăй хыçĕнчех Энтри хашкаса чупса пырать. Кунта Наçтук пурнăçĕ хăрушă татăлнă пулĕччĕ, анчах çак самантра сиккипе виçĕ юланут вĕçтерсе килни курăнчĕ. Таркăн салтак сасартăк çул хĕррипе тăсăлса пыракан тарăн çырмана сикрĕ те вĕтлĕхре курăнми пулчĕ.
— Наçтук, ялта мĕскер? — ыйтрĕ чи малтан çитнĕ Шерхулла.
— Кулаксем! — тесе çухăрчĕ те макăрса ячĕ Наçтук
— Халех! — Шерхулла йĕнер пускăчĕ çине тăрса çĕкленчĕ, яла çил пек кĕрсе кайрĕ. Ун хыççăн юланутлă Макçипе Изотов вĕçсе кĕчĕç. Хăвалăх çулĕпе те икĕ юланут вирхĕнсе тухрĕ, малта пыракан Улангин йывăçсем çинчен пас татăлса ӳкмелле шăхăрса ячĕ.
Урамри çынсем, Йĕлмекассинче те вăрçă пынинчен шалт тĕлĕнсе, пĕр çĕре кĕпĕрленнĕ, пуçĕсем çине татăкăн-татăкăн тĕтĕм ӳксен те пĕр хускалмасăр тăраççĕ.
— Сӳнтерес пулать! — тесе Изотов лашине ялкăшакан çурт еннелле чуптарчĕ.
Шерхуллапа Станук Макçи тепĕр урампа вĕçсе каяс пек хăвăрт пычĕç. Хамит тимĕр кăвак лашаран тăрса юласшăн пулмарĕ. Ялтан тухнă çĕрте аслă çулпа юланутлă этем сиктерсе пыни, айккинелле каякан сукмак тăрăх сенĕк йăтнă çын чупни курăнчĕ.
— Кас! — кăшкăрса каларĕ Макçие Шерхулла, çуран çын çине хĕçĕпе кăтартса.
Макçи, чĕлпĕртен пĕтĕм вăйĕпе туртса, Хамите чарчĕ те сукмак çине кăларчĕ. Лаша сиккипе сиксе пычĕ, сенĕклĕ мĕштĕркке çынна хăваласа çитрĕ, иртсе каяс чухне Макçи ăна пуçĕ урлă хĕçпе сулчĕ, пăхса та тăмарĕ, Хамите каялла çавăрчĕ. Халиччен чăхха та хĕрхенсе пусакан Макçишĕн çынна вĕлерме питĕ йывăр пулчĕ, чĕрине çӳçентерсе ячĕ, анчах вăл Улангин Йĕлмекассинче те вăрçă алхасма пултарни çинчен калаçнине аса илчĕ те хăйне тĕрĕс çын шутне кĕртрĕ.
Вăл, аслă çул çине тухсан, Шерхулла тимĕр кăвак лашипе юнашар тепĕр лаша çавăтса килнине курчĕ.
— Мана питĕ вăйлă та самăр кулак лекрĕ, пăшалпа переймерĕ, кӳпчекĕпе çапса ӳкерме хăтланчĕ. Эпĕ ăна хĕçпе пилĕкĕнчен патăм. Ай, пысăк рехмет Уланкă туса! Вăл пире вĕрентсе пыман пулсан, мĕн пулса иртетчĕ-ши Йĕлмекассинче? Кулаксем мĕн чухлĕ çын вĕлеретчĕç, яла çунтарса яратчĕç пулĕ...
Макçи, пуçне усса, шухăша кайса пычĕ, Хамит хартлатса сиксен кăна урамра кулаксен виллисем выртнине асăрхарĕ.
Тĕттĕм пуличченех урамра халăх кĕрлерĕ. Ямшăк Михали çурчĕ вырăнĕнче салатса пăрахнă хура пĕренесем йӳçĕк шăршă кăларса выртаççĕ. Вут-кăвара сӳнтернĕ хыççăн, епле кăна шырасан та, çынсем Ямшăк Михали арăмĕн виллине тупаймарĕç, çунса кайнă, кăмрăкланнă та кĕлленнĕ... Арçынсем тискер вилесене пухса пĕр çĕре пăрахрĕç. Çĕрĕпех халăх куç хупмарĕ, уйăх çине пăхса, йытăсем ӳлесе вĕрчĕç.
Тепĕр кун ирхине Изотов хурал пӳртне Çерккипе унăн арăмне чĕнтерчĕ те тӳрех ыйтрĕ:
— Çынсене вĕлерме усрарăр-и таркăн ывăлăра?
— Кама?.. — тĕлĕнчĕç лешсем.
— Хăвăрăн Энтрие?
— Мĕскер эсĕ, Митрий Изотович? Пирĕн Энтри салтака кайни икĕ çул, хăй килсе кĕме мар, çырăвĕ те çук. Курма Кĕркури килсе кайнăччĕ кăçал.
— Григорие пĕлетĕп. Малтан вăл ман пата кĕрсе тухрĕ, анчах кайнă чух кĕмерĕ.
— Çапла çав, асли килсе курман. Кĕркури çеç килсе кайрĕ, вăл та срук тухиччен пурăнмарĕ. Анчах, каланă пеккĕн, халĕ ывăлшăн та хута кĕме çук, тен çынсем чăнах курнă, анчах ман куç тĕлне пулман.
— Юрĕ, кайăрах, — мирлĕ каларĕ ывăннă Изотов. Çерккипе арăмĕ тухса кайсан, Улангин чылай вăхăт шухăша кайса уткаласа çӳрерĕ:
— Каплах çăмăл ирттерсе ярас марччĕ, Дмитрий Изотович, — терĕ.
— Мĕн тăвасшăн эсĕ? — ыйтрĕ Изотов.
— Энтри килĕнче нумай пурăннă пек туйăнать мана. Кĕрсе ухтарсан, паллă пулĕ. Ямшăк Михали çуртне Энтри çунтарнă. Ашшĕ, ывăлне пытарса пурăннă кулак, çуртшăн тӳлемелле. Эпир кулаксене çемçе тытатпăр, çавăнпа алхасаççĕ те, — Улангин хурал пӳртĕнчен хăвăрт утса тухрĕ, ула-чăла лашине утланчĕ те хуллен юрттарчĕ.
Çав кунах ял çыннисем ĕлĕкренпе выльăх виллисем пăрахакан, çуллахи вăхăтра мăянпа армути кашлакан вырăнта пĕр пысăк шăтăк чаврĕç, ылханлă масар çине нимле паллă та лартмарĕç.
Станук Макçи Курак Куçми усал пăтранчăка, епле пырса хутшăнни çинчен нимĕн те пĕлеймерĕ, Вирукпа Иркка вăл çын хăйне ырă тытни çинчен каласа пачĕç. Макçи ăнсăртран кулаксем хушшине пырса кĕнĕ мĕскĕн этеме хăех хĕçпе пуç урлă касни çинчен никама та каламарĕ, унăн виллине çуна çине хучĕ. Хамит хăйне пăхса ӳстернĕ хуçине хир варрине туртса тухрĕ.
Станук Макçи сăрт çинче шăтăк чаврĕ, хăй ĕмĕрĕнче пĕрре кăна пасарта курнă çынна пытарчĕ те тăпри çине юман юпа лартса хăварчĕ. Шăнкăр уяр çанталăкра ун çине чăпар куккук пырса ларать, çынсене варăм ĕмĕр сунса авăтать.
22
Çуллахи хăр çилсем чечексене сарăхтарса, çулçăсене ĕнтсе янă пекех, кулаксем Антун усламçă хĕтĕртнипе Йĕлмекассине пырса тухни ачасен чунĕсене те лăскаса хăварчĕ, чылаях ăнланакан пулнă Хĕлле-Хĕлипĕн, Ямшăк Михали ачин, ăшне витерчĕ. Унччен иккĕн-виççĕн те пĕччен урам тăрăх сиккелесе чупма юратакан ачасем халĕ ĕнтĕ пысăк ушкăна пухăнса çӳреççĕ — Ямшăк Михали çурчĕ таврашĕнче пулса иртнĕ çил-тăвăл вĕсене хăратнă.
Акă вĕсем Чинук килне пухăннă. Вирук унччен Хĕр-Ваçкан тăлăха юлнă таватă ачине куллен савăнтарма тăрăшатчĕ, Нина ятлă пĕчĕк хĕрачипе вылятчĕ, халĕ ĕнтĕ унăн ырă кăмăллă чунĕ Хĕлле-Хĕлипе пĕччен хăварма пултараймарĕ: чăмăр питлĕ ача уяр кунти унăн мĕлки пекех пулса тăчĕ. Вăл ăна епле те пулса юрас, унăн шанчăкне кĕрес тесе, хăйĕн пĕр кĕпине пăсса, ун валли кĕпе çĕлесе пачĕ, çаннине тĕрĕ тытрĕ.
Ямшăк Михалин çурт-йĕрне çунтарнă хыççăн Иркка Хĕлле-Хĕлипрен уйрăлма пĕлмерĕ, çавăнпа та шкулта вĕренекенсене икĕ эрнелĕх киле яни уншăн питĕ майлă пулчĕ.
Хĕлле-Хĕлип ашшĕне нумайранпа кĕтнĕ, манса кайма пуçланă, çавăнпа унăн чĕрине йăпатакан пĕр сăмах кăна — «анне» тени пулнă, анчах çак хаклă сăмах халĕ унăн пĕчĕк те çемçе чĕрине каснă. Унăн кама та пулин ачашрах ятпа чĕнес килнĕ, вара Макçи арăмне «инке», Вирукпа хăйĕнчен кăшт кăна аслă Ирккана «аппа» теме пуçларĕ.
Чинук паян иртенпех сĕтел хушшинче ларчĕ, ачасем тĕркĕшнине манса кайсах, Ямшăк Михали патне çыру çырчĕ, çырнине вула-вула хурланнă вăхăтра темиçе хут та кăмака хыçне кайса макăрчĕ. Çырăвĕ инçетри салтак чунне пырса тивмелле пулса тухрĕ.
«Михаля!
Пире атте-анне вĕрентнĕ чĕлхе хамăр хурлăха нимле те каласа параймĕ. Хăвăн тăванусенчен никам та сан пата çыракан пулмĕ терĕм те, хамăн пĕли-пĕлми чĕлхепе çырса, Йĕлмекасси хыпарĕсене пĕлтерес терĕм. Вуласа тухăн та, чĕрӳ çине хуйхă выртĕ, çӳç пĕрчисене шурă тĕс çапĕ, анчах тĕрĕссине пытарма çук». Вара ялта мĕн-мĕн пулса иртни çинчен тĕплĕн çырчĕ, Михалян кĕрӳшĕ, Каюра Тимахви, çинчен те асăнса хăварчĕ. Каюра Тимахви коммунистсене вĕлерме Хăвалăх ялне ӳсĕрпе пырса çитни çинчен, унта ăна Улангин йытти пырĕнчен çыртса анратни çинчен, вара шăнса пăсăлнă Тимахви эрне хушши аташса выртнă хыççăн вилни çинчен çырса пĕлтерчĕ. Çырса пĕтерсен, шухăша кайса ларчĕ вăл: «Пĕр хуйхи çитмен пек, йăмăкĕн хуйхине те çыртăм-çке, апла икĕ хуйха çын чĕри епле тӳсĕ...» Чинук Каюра çинчен çырнине чĕрсе тăкрĕ те хăй çырăвне çапла пĕтерчĕ: «Эпир çуралнă çĕр çинче чылай юн юхрĕ, Михаля, ун пек çĕр пархатарлă пулĕ. Кунта та савăнăç çитĕ. Чинук».
Вăл çыруне хачăпа касса тунă конверт ăшне чиксен, пӳрт тулли ача-пăчапа калаçса ларнă хушăра хапха умне Кăрахьянăн йывăр çуни çитсе чарăнчĕ.
Упăшки вилнĕренпе Кăрахъян патне хăйсен ялĕнчи хĕрарăмсемпе арçынсем пырсах тăнă, пурте Каюра Тимахвинчен юлнă пуянлăха хапсăннă.
— Питĕ хĕрхенсе калатăп, кинĕм, — тенĕ пĕри. — Вулăсрисем çаратса кайиччен япалусене ман пата хур.
— Ах, саншăн ăш хыпать, инке, — тенĕ тепри, макăрса яранçи пек пулса. — Мулна ман пата пытар. Тĕрĕс тĕкел тăрĕ, ют алла çакланмĕ.
Кăрахъянăн пурне те алăкран кăларса сирпĕтес килнĕ, анчах вăл ялти çынсемпе урлă пулма хăранă. Пурте вĕсем Кăрахьяна мул арчи çинче кăна ларакан харам карчăк вырăнне хунă. Евчĕ карчăксем те йăлăхтарса çитернĕ. Пĕр-пĕр арçынна киле кĕртме сĕннĕ.
Кăрахъяна Тимахвирен, пысăк кил-çуртсăр пуçне, ытла нумай мул юлман, юлашки вăхăтра ĕçкĕ-çикĕпе аташса, вăл унта-кунта нумай салатнă. Тимахви пуринчен ытла тимĕр кăвак ăйăра юратнă, сĕлĕпе утă çитерсе, самăр тытнă. Ăна Изотов илсе кайнă та Шерхуллана панă. Чухăн кил-çуртра хĕр пулса ӳснĕ Кăрахьян пуян килĕнче нумай хĕн-хур курнă, ырлăхра тăранса пăсăлман, упăшки килĕнче ĕçе тиркесе ларман. Халĕ ĕнтĕ унăн умĕнче виçĕ ача пулнă, вĕсене тăлăха юлнă теме çук, ирĕке тухнă тени тĕрĕсрех, мĕншĕн тесен урăх хĕнекен те, хăратакан та пулман.
«Икĕ пӳлме тыррăм пур. Хам пекех чухăнсене парам», — тесе шухăшланă Кăрахъян, тăлăха юлнă ачасене пăхса пурăнакан хăйĕн хĕр чухнехи тусĕ Чинук патне тырă леçме Йĕлмекассине кайма хатĕрленнĕ.
Кулаксем унăн инкĕшне — Ямшăк Михали арăмне краççын сапса çунтарнине илтсенех, Кăрахъян сасартăках питĕ хытă макăрса янă, ун тавра виçĕ ачи ларнă, вĕсем те макăрнă. Ямшăк Михали килĕнчи йывăр хуйхă çывăх çынна шыраса çӳренĕ-çӳренĕ те Чишма ялĕнчи Кăрахъян патне пырса кĕнĕ, ăшăнма унăн чĕрине кĕрсе ларнă. Ирхине ирех Кăрахъян кӳршĕрен пĕр шанчăклă хĕрарăма чĕнсе пынă, вĕсем иккĕн виçĕ пысăк михĕ тулă тултарнă та çуна çине тиенĕ.
— Килте чипер ларăр! — тенĕ вăл ачисене, хăй лаша кӳлнĕ те Йĕлмекассине тухса кайнă.
Вăл ача-пăча шавлакан пӳрте пырса кĕнĕччĕ çеç, ăна хирĕç Хĕлле-Хĕлип чупса пычĕ, аппăшне пилĕкĕнчен икĕ аллипе те хытă ыталаса уртăнчĕ.
— Кăрахъян аппа, анне çук, — терĕ вăл, макăрма пĕлмерĕ, шăтарас пек пăхрĕ.
— Илтрĕм, — Кăрахъян, Хĕлипе çĕклесе илсе, кăкăрĕ çумне чăмăртарĕ, тӳссе тăраймарĕ, сасăсăр йĕрсе ячĕ.
— Аннене вутра çунтарнă, — терĕ Хĕлип, аппăшне мăйĕнчен ыталаса.
— Камсем çунтарнă, шăллăм?
— Çеркки Энтри.
— Ман пата пыратăн-и? Эпĕ сана питĕ чипер пăхăп, — терĕ Кăрахъян, ачана урайне антарса.
— Аппа, сирĕн ялта кулаксем çук-и? — ыйтрĕ Хĕлип.
— Çук.
— Пур! — ачасен ушкăнĕнчен сиксе тухрĕ Иркка. — Унта нумай, — тесе кăшкăрчĕ, тем каласа пама хатĕрленчĕ.
— Чĕлхӳ чараксăр сан, — Чинук Ирккана куç хĕсрĕ.
— Аппа, пымастăп эпĕ, — Хĕлип пуçне чикрĕ.
— Унта кулаксем нумай пулнă та вилсе пĕтнĕ. Ан хăра, Хĕлип! — Иркка Хĕлип умне пырса тăчĕ.
— Пыратăп, аппа! — терĕ Хĕлип, Кăрахъянăн кĕрĕк çаннинчен пырса тытрĕ.
— Эсĕ вара, Кăрахъян аппа, манса ан кай, Хĕлипе пирĕн пата илсе килмелле, — терĕ ача-пăча ушкăнĕ хушшинче тăракан Вирук.
— Лашапа илсе килĕп...
— Эй, ачасем! — терĕ Вирук. — Пысăккисене калаçма чăрмантарас мар. Атьăр-ха урама!
Вирукпа пĕрле ачасем те хăпăл-хапăл тумланса тухса кайрĕç.
— Ара, сана алă пама та манса кайнă, Чинук вăртахăм, — терĕ Кăрахъян, хыпăнса ӳксе.
— Ача-пăча тĕркĕшĕнче, Кăрахъян, алă пама мар... — терĕ те Чинук алă пырса пачĕ. — Хывăн та, калаçса ларар кăмăл туличчен.
— Хывăниччен парне пеккине кĕлете кĕртесчĕ.
— Парне тутăр çыххинче кăна пулаканччĕ, Кăрахьян.
— Самани те йывăр, парни те йывăр, — кăвакарнă тутисем çине хĕр чухнехи куллине кăларас тесе каларĕ Кăрахъян.
Килкартине кĕртсе тăратнă çуна çинче шап-шурă та тулли михĕсем выртнине курсанах:
— Ай, турă! Мĕн хăтлантăн, Кăрахъян чунăм! — тесе кăшкăрсах каларĕ Чинук.
— Ан шарла! — терĕ Кăрахъян. Кайран калаçăпăр. Пурне те пĕлсе тунă.
Михĕсене кĕлете çĕклесе кĕресси çăмăл пулмарĕ. Вăйпитти Чинук выçăлла-тутăлла пурнăçра яланхи тĕрекне çухатнă, çавăнпа вăл кĕлет алăкĕ умне икĕ кашта хучĕ те вĕсем тăрăх михĕсене кустарчĕ.
Кăрахъянпа иккĕш нумайччен калаçса ларчĕç, савăнăçлă вăхăтсене те аса илчĕç, анчах хурлăхли ытларах пулчĕ, тăрна куçĕ пек тăрă çăл шывне пăтранчăк вараланă евĕр пулса пычĕ. Чинук Михаля патне çырнă çырăвне вуласа пĕтерсенех куççульне шăлса ларакан Кăрахъянăн хăй ятне асăнманшăн кăмăлĕ хуçăлнине сисрĕ те ăна епле те пулин ирттерсе яма витĕмлĕ сăлтав шырарĕ.
— Эпĕ, Кăрахъян, Михаля патне арăмĕ пирки кăна çыртăм, — терĕ Чинук, — пĕр пуçа пĕр хуйхă çитĕ терĕм, сан çинчен асăнсан иккĕ пулĕччĕ.
— Манăн халĕ упăшка пирки ăш çунмасть, — татсах каласа хучĕ лешĕ. — Тăван пиччем çине ӳкнĕ инкеке хам пуç çине те илесчĕ.
— Çыр-ха, Кăрахъян, çыр! — терĕ Чинук. Çырăва вуласа панăшăн хăйне питĕ айăпларĕ.
— Шухăшăмсем, Чинук, çĕрĕк çип çăмхи пек, — терĕ пĕрре те кӳренмен пек ачаш та хурлăхлă кăмăлпа Кăрахъян. — Кăна çаплах яр. Теприне иккĕн хаваслă çырăпăр, сăвăсем те кĕртĕпĕр. Чĕрене пăртакçă лăплантарам-ха.
— Кăшт кăна сан çинчен çырар эппин.
Чинук сĕтел хушшине ларчĕ, мăкăртаткаларĕ, мачча çине те, Кăрахъян çине те пăхса илчĕ те çырма пĕшкĕнчĕ.
— Килте ачасене хупсах хăвартăм. Васкас-ха ман, — терĕ Кăрахъян, ăшĕ çуннă пирки вырăнта лараймарĕ, уткаласа çӳрерĕ.
— Хатĕр! — терĕ Чинук, Кăрахъянпа юнашар ларчĕ те вулама тытăнчĕ.
«Çырăвăма сан пата ăсатас чухне Чишма ялĕнчен Кăрахъян килсе çитрĕ. Хурлăхлă çын хурлăхлине аякран курать, йăмăкун ылтăн чĕри асап курса та тутăхман. Тӳрех калас пулать ĕнтĕ, Михаля, эпĕ хамăн хĕрĕмпе те Хĕр-Ваçкан тăватă ачипе выçăрах лараттăм. Ман киле Кăрахъян виçĕ пысăк михĕ тулă илсе килчĕ, манăн тĕп-сакай пек тĕттĕм пӳрте çутă кĕртрĕ. Вăл ку яхăнта хуйха нумай тӳсрĕ...»
Чинук çыру вĕçне тухаймарĕ, пӳрте ачасем тĕпĕртетсе килсе кĕчĕç. Хĕлле-Хĕлип, алăк патĕнче сиксе илсе, çăпати çинчи юра силлерĕ, сăхманне хывмасăрах Кăрахъян арки çине сиксе ларчĕ.
— Мана юрататăн-им? — тесе Хĕлипе пуçĕнчен ачашласа илчĕ Кăрахъян.
— Питĕ юрататăп-çке, аппа.
— Итле-ха, Чинук аппа, — терĕ Кăрахъян. — Тата çапла çыр. Кăрахъян пилĕкне авман, пуçне усман, те, пуянлăхшăн çунмасть, ыйткалакан та пулмасть, те, Хĕлипе хăй патне илсе кайрĕ, те.
— Кама апла калатăн эсĕ, аппа? — ыйтрĕ Хĕлип.
— Аçу патне çыру çыратпăр.
Пӳртри ачасем пурте Чинук патне пырса тăчĕç, хайсенчен те салам калама ыйтса шавларĕç.
Çырăва тăваткал туса çыпăçтарсан, Кăрахьян Хĕлиппе пĕрле тухса кайрĕ, Чинуксен нумайранпа лаша килсе кĕмен хапхи умне çуна йĕрĕ хăварчĕ.
23
Йĕлмекассинче кĕске çапăçу пулса иртнĕ хыççăн Улангин халăх милицийĕн отрядне вăрçă ĕçне вĕрентрĕ, Изотовпа калаçрĕ, анчах вĕсем иккĕш икĕ тĕрлĕ шухăшларĕç. Улангин Энтрипасарĕнчен килсе тухнă усал вăй ăнсăртран пулман, кулаксем, пысăк пăлхавăра хатĕрленсе, шăл хăйраççĕ, тесе тавлашрĕ.
— Ӳсĕр карма çăварсем такам хĕтĕртнипе Йĕлмекассине пырса тухнинчен ним тĕлĕнмелли те çук, малашне те ун пек тамаша килсе тухас пирки халăха хăратма та кирлĕ мар, — терĕ Изотов.
Улангин ку яхăнта текех вулăсра пурăнчĕ, сайра хутран ялне пыра-пыра кайрĕ. Паян акă пухăннă ĕçсене йĕркелеме вăл ял Советне ирех пырса ларнă. Тарăн шухăша кайнă пирки Улангин урамра лаша тулхăрнине те илтмерĕ, алăк уçăлчĕ те Изотов пырса кĕчĕ.
— Çул май сан патра пăртак ăшăнса тухас терĕм-ха. — Изотов тимĕр кăмака умне пырса тăчĕ. — Эсĕ темле усал вăйсем сиксе тухасран, коммунистсене, чухăнсене тапăнасран шикленетĕн. Халĕ ялсенче пулкаларăм, Варлам пек пысăк пуянсем те хăйсене лăпкă тытаççĕ.
— Çĕлен яка, анчах унăн сăнни пур, Дмитрий Изотович, — уткаласа çӳреме тытăнчĕ Улангин. — Варлам ăслă та чее. Вăл Каюра Тимахви пек суккăр паттăрла нихçан та сиксе тухмĕ, халĕ урăх, чăн та, вак-тĕвек çапăçусем пулмĕç, епле те пулсан пысăк сăлтав шырĕç, Варлам пек чее пуянсем хăйсем тавра вăй пухĕç.
— Епле ăнланмалла-ха, Гаврил Харитонович? — икĕ аллине те сулкаласа каларĕ Изотов. — Йĕлмекасси çыннисем Варламăн пытарнă тыррине туртса илчĕç, анкартинчи капанĕсене те каçăрăлса ларма памарĕç. Варлам çапах та нимĕн те шарламарĕ.
— Пирĕн халăха сыхă тытмалла, — терĕ Улангин. — Çĕршывра ахăрсах вăрçă пырать. Хĕрлисемпе шуррисем çапăçаççĕ. Çакна Варлампа унăн тусĕсем пĕлмеççĕ тетĕн-им? Вăрçă пирĕн пата та килсе тухма пултарать. Вара Варлам хуçа хăй килĕнче икерчĕ çисе ларĕ-ши е хăй майлă çынсене пăшал тыттарĕ-ши? Çак хăрушлăх çинчен пирĕн халăха кулленех ăнлантарса памалла, чухăнсен вăйне ӳстерсе пымалла.
— Варлама мăйĕнчен ярса тытар-и, тĕкме юпинчен çакар-и? — терĕ Изотов.
— Эпĕ никама та çакасшăн мар, Дмитрий Изотович, — хушса хучĕ Улангин, ăна хулĕнчен тытса. — Варлам таврашĕсем мĕн кăна хăтланмарĕç ĕнтĕ? Ваçка арăмне çĕçĕпе чиксе вĕлерчĕç, Ямшăк Михали арăмне вутра çунтарчĕç, Михаляна хăйне ним çукран вăрă туса хучĕç, леш вара ялтан тухса тарчĕ. Тихха Натюкĕ Варлам Люшши пирки вилчĕ. Эпир пĕр йĕксĕке те саккун умне тăратман, çапла вара чухăнсен хутне кĕмен.
— Эсĕ ăслă та хăюллă çын, Гаврил Харитонович, — Изотов Улангин çине тӳррĕн пăхса илчĕ. — Мĕншĕн ним çукран нимĕр пĕçеретĕн? Ямшăк Михали Варлама вĕлерес тесех пенĕ, хăй çиллине тавăрнă.
— Мĕншĕн Варлам Люшшине ирĕкре тытатпăр, пĕр хуларан тепĕр хулана сутă тума çӳрететпĕр? — кăшкăрса ярас пек каласа хучĕ Улангин.
Çав самантра пăлтăр умĕнчи пусма çинче такам утни, ĕххĕмлетсе ӳсĕрни илтĕнсе кайрĕ. Туя çине тайăнкаласа, хăрах урине сĕтĕрнĕ пек кăштăртаттарса Тилли Куçми пырса кĕчĕ, хăй чавсисем çине саплăк хунă кивĕ кĕрĕк тăхăннă, пилĕкне пăявпа туртса çыхнă.
— Уланкă шăллăма курас терĕм, — хăранă пек тытăннă сасăпа каларĕ Куçма. — Чăрмантартăм пулас та...
— Ĕнер каччă пекех çӳреттĕн-çке. Уруна ăçта хайăртăн апла? — Улангин ун пĕвне виçнĕ пек пăхса илчĕ.
— Çамку çине арăму митал лартрĕ-и? — ыйтрĕ Изотов.
— Каласа пама та аван мар, — терĕ Куçма.
— Ма, ара? — ыйтрĕ Изотов.
— Хамăр ял çыннипе кăмăллă пурăнас килет, анчах каласах пулать ĕнтĕ. Ĕнер каçхине Алтаккин пырса тухрĕ, малтан чиперех калаçса ларчĕ. Манăн сыпмалли те пăртакçă пурччĕ. Кайран вăл, Алтаккин шăллăм, мана мунча пӳртрен сĕтĕрсе кăларчĕ те кăлтăрин-пăлтăрин пачĕ, юр çине çапса ӳкерчĕ, ман çине ларса канчĕ, ватă çурăм шăммине шатăрах тутарчĕ. Ĕлĕк тырă вырнă чухне пилĕк ыратни, вĕри хăмла çыхсан, çăмăлах иртсе каяканччĕ. Халĕ хăмла шырама тухрăм та Уланкă шăллăм патне кĕрсе тухас терĕм. Эсир Алтаккине ан вăрçăр. Пĕлсен вăл мана тепĕр хут кăлтăрин-пăлтăрин тума пултарĕ.
— Санăн ĕлĕкхи усаллăхна аса илнĕ ĕнтĕ, — терĕ Улангин. — Хăçан килсе çитнĕ вăл?
— Ĕнер каçхине.
— Унпа курса калаçасах пулать, — терĕ Изотов, кĕрĕк тӳмисене çаклатма тытăнса.
— Манăн хамăн та айăп пур-тăр. Мана каçартăр, чунĕ çине йывăр илсе ан çӳретĕр, — Тилли Куçми алăк патнелле утрĕ, тухса кайнă чух виçĕ хутчен пуçне усса каларĕ: — Ăнсăртран чăрмантартăм сире. Эпĕ каласа парасшăн марччĕ, сăмах вĕçерĕнсе кайрĕ.
— Уйрăм çынсем пуянсене кăлтăрин-пăлтăрин панипе эпир малалла каяс çук, Улангин юлташ, — каласа хучĕ Изотов. — Алтаккин пек çынсем пирĕн власть ĕçне пăтраштарса яма кăна пултараççĕ. Мĕнлерех çын вăл Алтаккин?
— Алтаккин ĕлĕк Тилли Куçми патĕнче тарçăра ĕçленĕ, Тилли Куçми хĕстернине кура таркăн пулса кайнă, Тилли Куçми асапĕнче арăмĕпе ачи-пăчи выçă ларнă. Алтаккин мĕн пĕчĕк ачаран пуçласа пуян çынна тарăхса пурăннă, халĕ килне таврăннă, капланса çитнĕ çиллине тытса тăрайман ĕнтĕ, çавăнпа Тилли Куçмине çапса янă. Çынсем пĕрерĕн çиленнине халăх çилли туса хурас пулать, Дмитрий Изотович, унсăрăн кулаксем пире пĕрерĕн те, ушкăнĕпе те вĕлерĕç, тиркесе тăкĕç, вак касса шыва та путарĕç, вутра та çунтарĕç. Епле лăпкăн калаçать пуян! Пире халĕ Тилли Куçмисем мар, Алтаккин пек çынсем кирлĕ. Кайрăмăр! — терĕ Улангин, шинельне хулпуççи çине уртса, алăк патнелле утрĕ.
Тулта янкăр уяр. Хĕвел кăвак тӳперен сиксе анас пекех пăхсан та, вĕçекен çерçи персе ӳкмелле сивĕ. Ăшă пӳртрен тухнă хыççăн эххĕм ӳсĕрни те çилсĕр сывлăшра янăраса каять, йывăç турачĕсем çинчен пас ӳкерет. Улангин хĕрсе кайнă калаçăва урамра хускатса ярас темерĕ, çӳле кĕрт çинче вĕрлĕк хапха тăррисем кăна курăнса тăракан киле пырса кĕнĕ чухне хыçалтан пыракан Изотова:
— Куратăн-и, — терĕ, — Тилли Куçминчен тарса çӳренĕ чухне Алтаккин кил-çурчĕ епле юхăнса кайнă, кĕлет тăррине витнĕ улăм та выльăх çăварне кĕнĕ.
— Халăхран пулăшса пулмарĕ-и? — ыйтрĕ Изотов. — Ăçтан илес-ха? Хăвалăх пуянĕсенчен-и? Юрать-ха, эсĕ вулăсран тăвар патăн, пурăнкалатпăр, хуралтăсем тăрринчи улăма тăвар шывĕпе йĕпететпĕр, ĕнесене усратпăр.
Вĕсем лутра алăкран умлăн-хыçлăн пырса кĕнĕ чухне урайĕнче хĕвел ури сиккелерĕ.
— Килĕрех! — терĕ кăмака çумĕнче хĕртĕнсе тăракан хĕрарăм.
— Алтаккин патне килнĕччĕ те... — терĕ Улангин.
— Эпĕ хам та вăл вăранасса кĕтсе ывăнтăм ĕнтĕ. Юмахри Кукша Иван пек çывăрать. Алтаккин! — хытă кăшкăрса илчĕ хĕрарăм.
— Э? — илтĕнчĕ кăмака çинчен сасă.
— Эпир сан пата иккĕн килсе тухрăмăр. Ку — эпĕ, Уланкă Кавришки.
— Килте пĕлтĕрхи çуркуннеренпе çывăрса курманччĕ. Эх, рехет-çке килти кăмака! Анас та килмест. Пĕрре вăранатăп та каллех çывăрса каятăп, — Алтаккин сиксе анчĕ, кăмака хушшинчен çара уранах тухрĕ.
— Эсĕ, старик, тарлă ӳт-пӳпе сивве ан тух-ха, — арăмĕ тĕпелтен кивĕ кĕрĕк пырса пачĕ, умне пĕр мăшăр çăм пушмак лартрĕ. — Ачасем ĕçчен, каланине пĕтĕмпех итлеççĕ, хĕл варринче çунашка сĕтĕрсе вăрмана каяççĕ, çапă турттарса килеççĕ. Ашшĕ килнĕ ятпа савăнса, çĕрле сиксе тăрса кăмака хутса ятăм, нумайранпа пухăннă сивĕ сывлăша пӳртрен хӳтерсе кăлараймарăм-ха çапах. Çав шуйттан Тилли Куçми пĕтĕм пурнăçа пĕтерчĕ. Пуçне пултăр! — хĕрарăм урайне сурнă пек турĕ те урипе таптарĕ.
— Эсĕ, карчăк, ытла палкаса ан кай-ха, мана çынсемпе калаçма пар. — Алтаккин Улангинпа Изотова алă пачĕ, вĕсене хулĕсенчен тытса кăмака çумĕнчи сак çине лартрĕ. — Эпĕ каçхине яла килсе çитрĕм те, терĕ вăл, — тӳрех Тилли Куçми патне кĕтĕм. Вăл мана эрех те ĕçтерчĕ, йăпатса та калаçрĕ, анчах сĕтел хушшинче те унăн тилĕ чунĕ сисĕнсе тăчĕ, çавăнпа эпĕ ăна тула сĕтĕрсе кăлартăм, юр çине йăвантарса, кăлтăрин-пăлтăрин патăм. Ун кăкăрĕ çине ларса тапак туртса ăша кантармаллаччĕ те, çумра тапак пулмарĕ.
— Апла, Алтаккин тусăм, ытла çиллес тавăру пулатчĕ, — терĕ Изотов.
— Çав тискер чунсем хушшинче çемçе кăмăллă пулас-и, Дмитрий Изотович? — сиксе тăчĕ Алтаккин. — Пире çапнă-тăк, пирĕн те çапмалла. Эпĕ ĕнер каç хамăр приход пупĕ патĕнче пултăм. Вăл мана ĕлĕк тараса чавса панăшăн укçа памаллаччĕ, укçине пама пĕлеймерĕ, манпа пĕрле эрех ĕçсе ӳсĕрĕлчĕ, «вы жертвою пали» тесе пытару юрри юрласа пачĕ. Коммунистсене пытарнă чухне юрлăпăр ку юрра, тет.
— Эсĕ, Алтаккин, ӳсĕр пуп лĕпĕртетнине итлесе ан çӳре! Чунна ытла ан тарăхтар. — Изотов, ура çине тăрса, аллине Алтаккин хулпуççи çине хучĕ.
— Кала-ха эсĕ, Дмитрий Изотович! — Алтаккин ун умĕнчен пăрăнса тăчĕ. — Мĕншĕн вăл, çӳлти атте чури, «вихри враждебные» юрламасть?
24
Сарлака тĕттĕм уй-хирте варă-хурах мар, çамки çинче шур çăлтăрлă хура лаша çилхи витĕр çил шăхăрать, çуна тупанĕсем юра лекми вĕçсе пыраççĕ. Çак çуна çинче, Хусаналла каякан ирхи поезда çитес тесе, Корней Хрисанфовичпа Варлам ывăлĕ Мĕтри ларса пыраççĕ. Питех те васкаççĕ вĕсем Хусана, унта вĕсен пысăк ĕç тумалла, хăйсем пек çынсемпе тĕл пулса калаçмалла. Икĕ эрне çеç иртрĕ-ха, вĕсем, кăрлач сиввине пăхмасăр, çакăн пекех Хусана васканăччĕ. Ун чухне Корней Хрисанфовичпа Мĕтри пĕтĕм чăвашсен çар сьездĕнче пулчĕç. Халĕ ĕнтĕ ĕçе тытăнма вăхăт, çавăнпа вĕсен палăртса хунă срока çитмелле.
Пĕр самантрах вĕсем Хура кĕпер патне çитрĕç, кĕр-кĕр туса юлчĕ вĕсем хыççăн кĕпер айĕнчи тарăн çырма. Кунта ĕнтĕ пĕлтĕр антарнă Пракух виллин чунĕ çав кĕрлеве çĕклерĕ пулмалла, çавăнпа Мĕтри чунĕ сӳ турĕ.
Урăх нимле сас-чӳ илтмесĕр, никама та хирĕç пулмасăр вĕсем станцие çитрĕç. Корней Хрисанфович, çул тăршшĕпе хыçне таянса пынăскер, лаша лапсăркка йывăçсем айне чарăнсанах çуна çинчен сиксе анчĕ.
— Люшша, вĕçтер каялла! — аллисене хаваслăн çапкаларĕ те Корней Хрисанфович, тăлăпне хывса çуна çине хучĕ. Вара, Мĕтри çине пăхса, пуçне сулса илчĕ. — Пирĕн çул анăçлă пулас пек туйăнать, Дмитрий Варламович! Лаша та такăнмарĕ, усал йытă та сиксе тухса вĕрмерĕ, пĕр-пĕр çын та хирĕç пулмарĕ,
— Эсир каланă пек пултăрччĕ, Корней Хрисанфович, — терĕ Мĕтри, вăл та тăлăпне çуна çине хучĕ.
— Чипер çитĕр ĕнтĕ, — тутăрпа çыхса лартнă сăмси витĕр нăйлатрĕ ямшăка килнĕ Люшша. — Телей пултăр, — хушса каларĕ вăл, аллине тăсса.
— Инкек-синкек пулас пек ан сывпуллаш. Эпир те пĕр виçĕ кунтан каялла çитетпĕр. — Корней Хрисанфович лав хускалса каясса кĕтмерĕ, кĕрт хĕвсе кайнипе кăшт анчах курăнса ларакан хĕрлĕ чул çурт еннелле утрĕ, çывăрса кайма тытăннă урине çăмăллатма темиçе хут сиккелесе илчĕ.
Вокзал хурал пӳрчĕ пек пулса кайнă. Тĕр кĕш халăх хушшинче чарăнса тăрас килмерĕ Корней Хрисанфовичăн, вăл станци кантурне кĕчĕ.
— Епле пурнăç чупать? — терĕ вăл телеграф аппарачĕ умĕнче сĕнксе ларакан ватăрах çынна. Вăл ĕнтĕ çак çын, ĕлĕкхи пек вирхĕнсе тăрса, хăйне пукан лартса парасса кĕтнĕ, анчах ватă диспетчер хальхинче ун çине пĕрре хăяккăн пăхса илчĕ те, кирлĕ мар çĕртенех пулмалла, телефон тăрăх кăшкăрашма пуçларĕ.
Корней Хрисанфович, улпут, çиленчĕ, портсигартан пирус кăларса, чĕртсе ячĕ:
— Мĕскер эсĕ кирлĕ мар çĕртен трубкăсемпе ахăратăн? Ватăлса йӳтенĕ пек...
— Йӳтесе кайăн кунта: килеççĕ те тĕтĕм мăкăрлантараççĕ. Паçăр туртрĕç, туртрĕç, тотово туртрĕç — сывлама та çук, куçсем те касăлса ыратаççĕ.
— Тапак тĕтĕмне ĕмни хуйха пусарать, — терĕ Корней Хрисанфович, алăк патĕнчи сак çине ларса.
— Мĕн пусăрăнни унта... Картиш хыçĕнче ӳсекен хаяр тапака перекетлес тесе, мăкпа хутăштарса туртаççĕ, мурсем...
Каласа пĕтереймерĕ диспетчер, шăнкăртатма тытăннă телефон патне туртăнчĕ, трубкăна тытрĕ, итленĕ çĕртенех килнĕ çын еннелле çаврăнса:
— Ăçталла эсир? — тесе ыйтрĕ.
— Хусана.
— Поезд ирхи çук, каçчен пулмасть, — терĕ те, пĕр трубка хыççăн теприне илсе, вĕçĕмсĕр калаçма пуçларĕ.
Корней Хрисановича кичем пулчĕ, вăл перрон çине тухрĕ.
Хĕллехи кĕске куна иртен пуçласа каçчен вĕсем Мĕтрипе пĕрле станци умĕнче уткаласа ирттерчĕç. Хăйсене ĕлĕкхи пек билет пырса парасса та, ăсатасса та кĕтмерĕç, çаннисене татса хăварас пек талпăнса, халăх хушшине кĕрсе кайрĕç. Куçран тĕртсен те курăнми тĕттĕм вокзалта хĕрарăмсем çухăрашни, ачасем макăрни, арçынсем чăвашла та, тутарла та, вырăсла та акăш-макăш ятлаçни илтĕнсе тăчĕ. Билетсем илсен, тумтир çинчи тӳмисене хăвара-хăвара, уçă сывлăша тухса ӳкрĕç вĕсем. Çав самантра йытă çăварĕ пек хĕп-хĕрлĕ куç курăнса кайрĕ, шăршăллă çăра тĕтĕмне юр çине пăрахса, пăравус иртсе кайрĕ те чарăна пуçларĕ. Корней Хрисанфович юлашки вăхăтра чĕри чиккеленине манса кайрĕ, чарăнма ĕлкĕрмен вагонсем çумĕпе чикеленсе каяс пек чупрĕ, хăй хыççăн Мĕтри сиксе чуинине илтсе пычĕ.
— Дмитрий! — тесе кăшкăрчĕ, «Варламыч» теме ĕлкĕреймерĕ, вагон пусми çине вирхĕнсе хăпарса тăчĕ.
— Чим-ха! — терĕ те алăка хупăрласа тăракан çын ун пичĕ çине хунар çутине тĕллерĕ.
— Билет пур, юлташ! — терĕ Корней Хрисанфович.
— Халĕ мана буржуйсем те юлташ теме тытăнчĕç, — терĕ кондуктор, хăй алăк янаххи çумне тайăнса тăчĕ.
— Эпир унпа иксĕмĕр те ялтан, ахаль хресченсем, — терĕ пусма çине сиксе хăпарма ĕлкĕрнĕ Мĕтри.
— Кĕрĕр эппин. Халĕ çынсене палласа илме çук, буржуйсем хресчен пек тăхăнаççĕ, хресченсенчен буржуй пек тумлисем те пур, — кулкаласа калаçса илчĕ кондуктор. Поезд чарăнса тăмасăрах хытăран хытă кайма пуçларĕ.
Корней Хрисанфовичпа Мĕтри тĕттĕм вагона кĕрсе кайрĕç. Вагонра çынсем харлаттарса çывăрни илтĕнет.
— Халĕ ĕнтĕ, Мĕтри тусăм, епле пулсан та çитетпĕр, — чăвашла шăппăн каларĕ Корней Хрисанфович, унтан хăлхи патнерех таянчĕ те, — кунта ĕç çинчен сăмах ан тапрат, мана атте ячĕпе ан чĕн, — тесе хучĕ.
Ку таврари чаплă арман улпучĕ ĕмĕрĕнче малтанхи хут кăмăлне сасартăках улăштарчĕ, ниçта ларма та, тĕрĕнсе пыма та май çук тăвăр вагонта чăвăш сăмахĕсене виçсе, шăкăл-шăкăл калаçса пычĕ, Мĕтри вăл капла калаçма пĕлнинчен шалтах тĕлĕнчĕ. Улпут сăмахĕ мунчалапа пушăт, çăпатапа шĕшлĕ тавра çаврăнчĕ, унтан аякка каймарĕ.
«Ахальтен мар иккен ман атте: арман улпучĕ чее, ах чее! тесе калать çав», — шухăша кайса пычĕ Мĕтри, хăй ашшĕ Корней Хрисанфович пуянлăхĕ çинчен юмах пек каласа панине аса илсе. Варлам, никам умĕнче те пуç тайман пулин те, Корней Хрисанфовича йĕплĕ сăмах калама хăяйман, унпа калаçнă чухне вăркаса тăракан çиллине пусарса йăпăлтатнă.
— Арманĕнче тăватă чул авăрать, — ăшĕнче калаçса ларать Мĕтри, ыйхă пуснă пуçĕ татăлса анас пек кăкăрĕ çине туртăнать, вăл ăна çĕклесе илет те, каллех чаплă улпут калаçнине итленçи туса, ӳсĕркелесе илет, каллех шухăшра сĕмленет. — Çăм арманĕ ун... ниçта та таврара ун пекки урăх çук; тĕрлĕ тĕш тырă валли кĕрпе арманĕ... Çавăнпа атте арманĕ нихçан та улпут арманĕ пек кĕрлесе ĕçлеймерĕ, пĕр чулпа та сайра хăлтăртатрĕ. Шайкка çăнăхĕ сахалрах илнине кура улпут арманне халăх лавĕ-лавĕпе кĕпĕрленсе пыратчĕ. Унта вĕсене апат çиме пыршăпа ӳпке-пĕвер столовăйĕ те пурччĕ. Ăçта ман аттен ун пек пуянпа тавлашма. «Эпĕ юман пулсан та, — тет атте, — вăл Шупашкар сăртĕнчен курăнакан тирек пек ларать, ун мĕлки манăн пуянлăха хуплать». Хуплать çав... Хрисанчăн вун пилĕк теçеттин ват юман вăрманĕ, утмăл теçеттин шыв хĕрринчи улăх...
Корней Хрисанфович пуянлăхĕ вĕчĕхтерет пулин те, Мĕтри ăна юратать, вăл Мĕтрие хăйпе пĕрле çӳретни ăна Хусанти чаплă çынсем умĕнче те палла кăларчĕ. Варлампа ывăлĕшĕн ку питĕ пысăк чыс.
— Мула кĕрепенкешерĕн пух, — ăса — мăскалшарăн. Камра ăс? Хрисанчра! — шухăшлать Мĕтри, Корней Хрисановичпа калаçма тăрать, анчах, утă урапи айне пулнă пек, ыйхă пусать.
— Çитрĕмĕр, Дмитрий Варламович! — вырăсла хавассăн кăшкăрса ячĕ Корней Хрисанович, ăна аяк пĕрчинчен ачашшăн чышса илчĕ. Вагонран вĕсем васкаса тухрĕç.
— Халĕ ĕнтĕ эпир, Мĕтри тусăм, инкекрен хăтăлтăмăр. Кам та пулин пире буржуйсем тесе хăлха чикки парасран, тум-тирсĕр хăварасран сехре хăпнăччĕ, çавăнпа эпĕ мунчалапа пушăт çинчен кăна палкаса пытăм. Лидочка хĕрĕм хваттерне каятпăр, ваннăра çăвăнатпăр, вара ним тĕлĕк те курмасăр çывăратпăр, ыран вара... — вăл алăк умне пырса çитсен шăп пулчĕ, шавласа тăракан салтаксем хушшипе шăвăнса, вокзала кĕрсе кайрĕ.
Вокзалта вăл пĕр самант та чарăнса тăмарĕ, чупнă пек хăвăрт урама тухрĕ. Мĕтри кăкăрне сивĕ сывлăш уçăлтарса ячĕ, çерçи пуçĕ пек шултра çăвакан юр пите-куçа канăçлă сĕртĕнет.
— Ха! — терĕ Корней Хрисанович, тăп чарăнса, ун-кун пăхса илчĕ. — Вокзал таврашĕнче тулли пулаканччĕ, хăйсем çанăран сĕтĕрекенччĕ.
— Мĕн, Корней Хрисанович? — ыйтрĕ Мĕтри.
— Мĕн пултăр? Ямшăк! Вĕсене те революци çăтса янă-ши? Лере иккен! — хĕпĕртерĕ вăл, юра кăчăртаттарса утрĕ.
Тăвăр тăкăрлăкра çунисем çинче сĕнксе ларакан извозчиксем курăнчĕç.
— Юртас пек-и? — терĕ те Корней Хрисанович пĕр извозчикĕн хулпуççийĕ çине аллине лап пырса хучĕ.
— Эсĕ мĕскер кунта городовой пек çӳретĕн? — çĕклерĕ извозчик пуçне. — Хăвăн аяк пĕрчисене шутлаттарасшăн-и?
— Эсĕ капла çиленессе пĕлмерĕм, ырă çыннăм, — аллине кăкăрĕ çумне тытса калама тытăнчĕ улпут. — Халĕ эпир иксĕмĕр поездран антăмăр та вокзал умĕнчи площаде сиксе тухрăмăр. Пăхатпăр: пĕр извозчик чунĕ те курăнмасть. Ĕлĕк эсир лăк тулли пулаканччĕ, лашасем ташласа тăраканччĕ.
— Эсĕ тĕпсакайĕнче пурăннă-и е вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă? — хăйăлтатакан сассипе харкашса илчĕ извозчик. — Темиçе çул вăрçă пынине те, революци тухнине те пĕлместĕн-и? Пакăлтатса тăриччен кала, ăçталла каймалла?
— Воскресенски урам, 28.
Мĕтрипе иккĕш пырса ларсан, лаша тапса сикмерĕ, пуçне те каçăртмарĕ, лĕпсĕртетрĕ, çуни те айккинелле юр сирпĕтмерĕ.
— Лаша та ĕлĕкхи пек вĕçсе пымасть, — мăкăртатса илчĕ Корней Хрисанович.
— Сан качака утланса çӳрес пулать. Халĕ качакасем урамри йывăçсене кăшлаççĕ те сухалĕсене вĕçтерсе чупаççĕ, нихăш извозчик лаши те хуса çитеймĕ. Чăн-чăн извозчик лашисене пусса пĕтернĕ. Утă та, сĕлĕ те тупса илме çук. Питĕ тĕкĕнсе çитрĕмĕр. Ларса çӳрекенсем сахал. Эсĕ пур, кăмăлсăр ларса пыратăн.
Кирлĕ тĕле çитсен, Корней Хрисанович извозчика укçа пачĕ, леш кăмăлсăр, ахаль кăна хут татăкĕ илнĕ пек, хăяккăн пăхкаларĕ те каялла лĕпсĕртетрĕ; килнĕ çынсем тĕпсакай çăварĕ пек хуралса тăракан килкартине кĕрсе кайрĕç. Кĕркунне арман улпучĕ Мĕтрие кунта пĕрре илсе килнĕччĕ. Ун чух çĕрле килкарти хуралçи тăратчĕ, килсе кĕрекенсемпе тухса каякансене пуç таятчĕ.
— Шĕкĕр Хусан та шĕкĕ кăшланă пек пулса кайнă, — мăкăртатма чарăнмарĕ Корней Хрисанович, анчах сасси темле хаваслăха кĕтнĕ пек янăрарĕ, вăл тимĕр пусма тăрăх çамрăк çын пек янăраттарса утрĕ, пĕр алăк умĕнче чарăнчĕ, малтан хуллен, тепре хытăрах туртрĕ, вăрахчен итлесе тăнă хыççăн, алăка кисрентерсе тапрĕ. Шалта ура сасси илтĕнсе кайрĕ.
— Кам? — ыйтрĕ хĕрарăм сасси.
— Эпĕ, Корней Хрисанович...
Алăка пĕр карчăк уçрĕ, хăй çывăха пымарĕ, алăри çурта татăкĕпе çутатса, алăк сăнчăрĕ урлă пăхрĕ.
— Лидия Корнеевна килте пулĕ? — терĕ Корней Хрисанович.
— Лидия Корнеевна ку вăхăтра ĕнтĕ пирĕн пек çынпа калаçмасть, уйăх ытла кунта килсе кĕмен, — терĕ те карчăк алăка шалт хупрĕ.
25
Корней Хрисановичăн нумай çул хушши пынă тӳсĕмĕ хупăннă алăк умĕнче пурнăç картĕнчен тухрĕ, ури шăнăрĕсем çемçелчĕç. Мĕтри ăна хулĕнчен тытрĕ, хăй çине тайăлтарса уттарса пычĕ, сасартăк тĕшĕрĕлсе ӳкесрен шикленсе, ăçта та пулин сак пекки шырарĕ, анчах ниçта та тупса пулмарĕ. Çавăнпа вăл пĕлĕтпе çĕр хушшинче каçăрăлса ларакан Суюмбике минаречĕ еннелле çул тытрĕ, мĕншĕнне хăй те пĕлмерĕ. Ун çурăмне сивĕ тар тапса тухрĕ. Пĕр-пĕр кĕтесрен вăр-хурах сиксе тухас пек туйăнчĕ, хăйсен ура сасси хăйсем хыççăн такам утнă пек илтĕне пуçларĕ. Çитменнине Корней Хрисанович, чĕлхине çăтса янă пек, ним те чĕнмерĕ. Çĕрлехи хула урамĕнче инçех те мар пĕр ушкăн çын асар-писер усал сăмахсем каласа юрлани илтĕнсе кайрĕ, Мĕтри сасартăк шăнăр туртнă пек хытса кайрĕ, утайми пулчĕ.
Мĕтри, Корней Хрисановича çавăтса, хĕсĕк тăкăрлăка кĕрсе кайрĕ, тем çине пырса такăнчĕ те таçта аялалла шуса кайрĕ, хăйпе пĕрле тусне те сĕтĕрсе, темле шăтăка персе анчĕ. Чылайччен вĕсем юр ăшĕнче пашкаса выртрĕç.
— Пĕтрĕмĕр, Корней Хрисанович, — каласа хучĕ Мĕтри хăранă сасăпа. — Пуйма килтĕмĕр, вилĕм тупрăмăр, — терĕ те вăл пĕтĕм вăйĕпе çурăмĕ çине çаврăнса выртрĕ, аран ура çине тăчĕ, хăйсем подвалти лавкка е магазин алăкĕ умне ӳкнине тавçăрса илчĕ.
— Корней Хрисанович, пăх-ха, лавккасем те тахçанах хупăнса тăраççĕ ĕнтĕ, епле юр хӳсе лартнă. Вăйна пух-ха, тухатпăр. — Мĕтри хăй юлташне ура çине тăма пулăшрĕ, çул çине сĕтĕрсе кăларчĕ, хăйсене чикелентерсе янă темле ещĕк çине лартрĕ, хăй те юнашар ларчĕ.
— Вăрра тухнă пек çӳретпĕр. Ырă чун çак вăхăтра Хусан хулинче çӳремĕ, Мĕтри тусăм, — терĕ Корней Хрисанович.
Çав самантра таçтан пĕр пĕчĕкçĕ çăмламас йытă пырса тухрĕ, иккĕшĕн урине те шăршларĕ те кайри ури çине ларчĕ.
— Тепе! — кăшкăрчĕ Мĕтри, анчах йытă, хăрас вырăнне ун умне пырса, малти урисене ярт тăсса выртрĕ.
— Хамăр та хуçасăр йытă пек çӳретпĕр, — терĕ Корней Хрисанович, пуçне усса.
— Ме! — терĕ Мĕтри, хăйĕн чăматанĕнчен кукăль сăмси хуçса илсе ывăтрĕ. Йытă, çӳлелле сиксе, кукăль татăкне хыпрĕ те каллех çынсем умне тăсăлса выртрĕ, çиме тытăнчĕ.
— Пирĕн ĕнтĕ хăрамалли çук, Корней Хрисанович, хуралçă пур, — Мĕтри, тăвăлса килнĕ хуйхине пăртакçă та пулин сирсе ярас тесе, сасăпах кулса ячĕ.
— Мана вăй кĕчĕ, чĕре ыратни чарăнчĕ ĕнтĕ, Мĕтри тусăм. Утма та пулать, — терĕ Корней Хрисанович, ещĕк çинчен сиксе тăрса.
— Ăçта кайăпăр? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Мĕтри.
— Эпĕ вăй пур чухне Хусанта тĕттĕм тăкăрлăкра ларатăп-и? — хăй хуçа иккенне пĕлтерекен сасăпа каларĕ вăл. — «Подворье» ресторана каятпăр.
— Апла хăтланас марччĕ, хваттере каясчĕ. — Мĕтри ура çине тăчĕ те ăна хул хушшинчен тытрĕ. — Кăвак çутă килес чухне ресторанра ырă çынсем лараççĕ-и? Хăлха чикки парĕç, тумтире хывса илĕç. Тур сыхлатăр, Корней Хрисанович!
— 0! — кăшкăрса ячĕ Корней Хрисанович. — Эсĕ, ачам, ăслине ăслă, анчах ятлă çынсем хушшинче пулсах курман-ха. «Подворье» ресторана нихçан та ăпăр-тапăр пухăнмасть. Хусан илемне кĕртекен çынсем унта халĕ те лараççĕ. Каяр, Дмитрий Варламович! — вăл ĕнтĕ Мĕтрие хăй хул хушшинчен ярса тытрĕ, ăна карт туртрĕ.
Вĕсенчен йытă яхăнне те юлмарĕ, сике-сике Мĕтри аллине темиçе хутчен çуласа илчĕ, ресторанăн пысăк чӳречисем тĕттĕм хула çине сирпĕнсе тухас пек çутă пăрахнă вырăна çитсен, çинçе сассипе вĕрсе илчĕ, ăна çак çутă хăратрĕ пулас.
Мĕтри ресторанăн йывăр алăкне кăкăрĕпе тĕксе уçрĕ, Корней Хрисановича аллинчен ямарĕ. Çав самантра йытă та кĕрсе кайрĕ.
— Ăçта пырса кĕнине пĕлмерĕр-и эсир? — çухи хĕррисене ылтăн хăюпа тыттарнă ватă швейцар пĕрре Мĕтри патне, тепре Корней Хрисанович патне пырса тулхăрчĕ. — Эсир хупахсенче кӳпсе тултарнă та урамра выртса йăваланнă. Халĕ кама та пулин çаратнă укçапа мухмăр уçасшăн-и, ăçтиçуксем?
— Чим-ха, чим! Эпĕ камне манса кайрăн-и, чĕлхе вырăнне ĕне хӳри çакса ятăн-и? — Корней Хрисанович, çамки тирĕсене пĕрсе, пыр тĕпĕпе кăшкăрса илчĕ.
— Ах, турă каçартăр! — виçĕ хутчен сăхсăхрĕ швейцар. — Ватă куçсем урмăшса кайнă. Ой, каçарăр мана, йӳтенĕ ухмаха, Корней Хрисанович, ырă улпутăм. Юрне хамах силлĕп. — Вăл Корней Хрисанович тумтирĕ çинче юлнă икĕ тӳмене вĕçертрĕ, пуставĕпех вăтăрса илнĕ виçĕ тӳме вырăнĕ çине тĕлĕнсе пăхрĕ, анчах пуçне çĕклемерĕ, вара хисеплĕ çынсен тумтирне сыхламалли пӳлĕме ваттине кура мар хăпăл-хапăл кĕрсе кайрĕ.
— Иртсех кайман-ха ман мухтавăм! — шухăшларĕ Корней Хрисанович хăй ăшĕнче. Тумтире çакма илсе кайнă çын каялла таврăнасса кĕтнĕ май иртсе кайнисем, çиçĕм пек, пуçа пырса çутатрĕç. Вăл, пуян та мухтавлă улпут, чунне ирĕке ярса савăнтарас тенĕ чухне хĕлле Филимон кучерне виçĕ лаша кӳлтеретчĕ, хыçлă çуна çине сарлака бархат палас хуртаратчĕ. Эх, вара виçĕ ут тапса сикетчĕç, Атăл тăрăх çуна вĕçнĕ пек пыратчĕ. Чăлт шурă юра хăй патне çĕклесе илес пек ытарайми пăхакан уйăх çутинче шăнкăравсем янăрани çыран тăрăх шыв пек юхнă чухне Корней Хрисанович «Из страны, страны далекой, с Волги-матушки широкой!» юрра тăсса яратчĕ, юман та шартлатса çурăлакан сивĕре те тăлăпне йӳле яратчĕ, çапла вара çĕрлехи лăпкă та çап-çутă Хусана пырса çитетчĕ, çак ресторан умĕнче бархат паласне ури çинчен антаратчĕ, кăррăн пăхса, хулпуççисене сиктермесĕр, пусма тăрăх хăпаратчĕ. Ăна кĕленче алăк витĕр курсанах швейцар, çурăмне вĕри шыв сапнă пек, шарт сиксе тăрса, алăка сарлакан уçса хуратчĕ те, ун умне вăр-вар тухса, пуçне тайса, хытса кайнă пек тăратчĕ. Вăл, Корней Хрисанович, ватă çынна кĕмĕл укçа ывăтса паратчĕ. Швейцар пилĕкрен те аял пуçне пĕкетчĕ. Тумтир çакакансем ташласа кăна тăратчĕç, вăл каланă ним мар сăмаха пысăк хака хурса йышăнатчĕç. Кун пек вăхăт каялла çаврăнса килĕ-ши?
Пӳлĕмрен швейцар тухрĕ те ун умне пычĕ:
— Тата мĕн, Корней Хрисанович?
— Кăна палламастăн-и? — Корней Хрисанович Мĕтри çине кăтартрĕ.
— Палланă пек те, — иккĕленчĕ швейцар.
— Хывăнтар!
— Йытту пирки мĕнле, хăвалас-и? — çăмламас йытă çине тĕлĕнсе пăхрĕ швейцар.
Мĕншĕнне хăй те пĕлмерĕ улпут, анчах ун чăтма çук çилĕ килчĕ, мухтавĕ хăй патĕнчен шуса кайнине тӳсме пултарайман енне-ши, те улпут мухтавĕ татах пуррине туйса илес тесе, вăл приказ пек çирĕп каларĕ:
— Кунтах юлтăр! — Корней Хрисанович кăкăр кĕсйинчен хут укçа кăларса швейцар енне тăсрĕ. — Янăракан укçа халĕ çӳремест, çилпе килекенни кăна, хут.
Швейцар Мĕтри тумтирне хывса илсенех, Корней Хрисанович алăк пек сарлака тĕкĕр умне пырса тăчĕ, килĕнчен тухнăранпа пĕр талăк иртмен пулсан та, çамки çинчи пĕрĕнчĕксем тарăнланнине, куçĕсем айĕнче хăмпăсем усăнса тăнине курчĕ, арпашăннă çӳçне те якатса тăрас килмерĕ,
— Ватăлатăн-ши эсĕ, Корней Хрисанович? — тесе хăй ăшĕнче калаçса илчĕ те малалла утрĕ. Ресторанра халăх нумай мар, варринче кăна, темиçе сĕтеле умлăн-хыçлăн лартса тухнă та, çынсем хăшĕ сĕнксе, хăшĕ пуç каçăртса лараççĕ. Корней Хрисанович пăхса тăмарĕ, кĕтесри сĕтел хушшине пырса ларчĕ.
— Тинех канăпăр ĕнтĕ, — терĕ вăл, Мĕтри çине ăшшăн пăхкаласа. — Мĕнле пек кунта? Малтан ӳте-тире ăшăтма сыпкалăпăр.
— Калама та çук илемлĕ кунта, Корней Хрисанович. Чиркӳри пекех, — терĕ Мĕтри.
— Епле илемлĕ тумланнă çынсем лараççĕ. Эсĕ ир енне ресторанра ăçтиçуксем кăна лараççĕ тетĕн. Кунта пурнăç илемне пĕлекен çынсем пухăнаççĕ. Патшалăх малашлăхĕ çак çынсенчен килет ĕнтĕ, çак çынсем — тĕнче тытăмĕ, çак çынсем... Аа... — терĕ вăл сасартăк, тем каласа хурасран çăварне аллипе хупларĕ.
— Мĕн пулчĕ? — ыйтрĕ Мĕтри, Корней Хрисанович сăнĕ, юнĕ тарнă пек, шурăхса кайнине курсан.
— Нимех те мар, — Корней Хрисанович вăйран кайса сĕтел çине чавсаланчĕ, шавласа ларакан çынсем çине тинкерсе пăхрĕ. — Нимех те мар, Мĕтри тусăм, — терĕ вăл питĕ ерипен. — Хул калакĕ айĕнче чикен чикет. Пăртак эрех сыпсан иртсе каять вăл. — Хăй пĕрмай ресторан варринче шавлакан, черккесем йăтса кăшкăракан çынсем çине пăхать. Унта, хĕрарăмсен ушкăнĕнче, пĕри Лида сăнарлах. Корней Хрисанович сĕтелсем патĕнче чупкаласа çӳрекен официантсем çине те, ыттисем çине те пăхма пăрахрĕ, ун куçĕ хăй хĕрачи пек туйăнакан ӳсĕр хĕр çине пырса ӳкрĕ. Акă çак хĕр сиксе тăчĕ, тем каларĕ, ихĕлтетсе кулса илчĕ.
Хура костюм тăхăннă çамрăк çын сĕтел хушшинчен тухрĕ те, черкке тытса, хĕр умне пырса тăчĕ.
— Эпĕ илеме юрататăп. Хитре хĕршĕн черкке йăтатăп! — тесе кăшкăрчĕ вăл, мачча çине пăхса, ĕçсе ячĕ, хĕре ыталаса илсе чуптурĕ, унăн çинçе пилĕкне авса, хытăран хытă чăмăртарĕ.
Çав вăхăтра хĕр хура костюмлă çын ытамĕнчен тухрĕ те пĕрлештерсе лартнă сĕтелсем патне хăюллăн утса пычĕ, сĕтел çине кушак пек хăвăрт хăпарса тăчĕ.
— Лезгинку! — тесе çухăрчĕ вăл ӳсĕр сасăпа.
Оркестр, чӳречесене чĕтретсе, «Лезгинка» каласа ячĕ. Хĕр кĕленчесем, черккесем хушшинче ташлама пуçларĕ. Официантсем сĕтел çинчен пĕтĕм савăтсене пуçтарса илчĕç. Хĕр ташлать. Ун ура тупанĕ таран сарлака хура бархат кĕпи унтан та кунтан хумханса хуçăлать, хĕр хура хумсем хушшинче ташланăн туйăнать, кăтралатнă вăрăм çӳçĕ çине хунă мерчен ярăмĕ йăлтăртатни пуçне венчет калпакĕ тăхăннă пек кăтартать. Пичĕ çинче нихçан улшăнми ĕмĕрлĕх сивĕ кулă тăрать.
— Сăнĕпе манăн Лидочка пекех, — чĕри, йĕппе чикнĕ пек ыратса кайнине туйса, шухăшлдрĕ Корней Хрисанович. Хĕрĕ хăй хваттерĕнче пурăнманни ăна канăç памарĕ. Вăл татах шухăша кайса ларнă пулĕччĕ, анчах унăн шухăшне Мĕтри татрĕ:
— Корней Хрисанович, хура костюмлă çамрăк çынна, хĕре чуптăвакан яша, палларăр-и?
— Çук, — кăмăлсăр ответлерĕ Корней Хрисанович.
— Епле апла! — куçĕсене савăнăçлăн вылятса калама пуçларĕ Мĕтри. — Вăл пирĕн хуторти кăтра Агей ывăлĕ, Агельский. Астумастăр-и, январь уйăхĕнче, Пĕтĕм чăвашсен сьездне пуçланă чух, архиерей служби вăхăтĕнче, чи малта питĕ илемлĕ сăхсăхса тăчĕ?
Корней Хрисанович çакна питĕ лайăх астăвать пулин те улпутла ĕнĕрлесе çеç ларчĕ:
— Çук, астумастăп!
— Мĕнле астумастăр, — пăшăлтатрĕ улпут кăмăлне чухласа илеймен Мĕтри. — Ик çĕр хĕрĕхмĕш полк пирки постановлени вăл сĕннипе йышăнчĕç-çке...
Мĕтри сьездри ĕçсене ăшă кăмăлпа аса илчĕ. Хусанти ик çĕр хĕрĕхмĕш пехота полкне епле вăйлатса ярса, ăна Совет влаçне хирĕç каякан чи шанчăклă вăй туса хурас пирки çак Агельский питĕ хитре каларĕ, вăл мусульмансен Шуро организацийĕ пек пулса тăмалла, терĕ. Мĕтри, хĕрнĕскер, Агельские чи ăслă та шанчăклă çын вырăнне хурса, халех ун патне пырса аллине чуптума хатĕр пулчĕ, анчах çак самантра Агельский, ташлакан хĕре алли çине илсе, вĕсен умĕнченех ресторанăн тепĕр вĕçнелле çĕклесе иртрĕ, ӳсĕр халăх кăшкăрашса алă çупни кĕрлесе кайрĕ.
— Çавă, Лида! — чĕрине шари çурса каларĕ хăй ăшĕнче Корней Хрисанович.
26
Алтаккин таврăнсан, килĕнче апат-çимĕç пирки сăмах пуçланса кайрĕ.
— Пĕр пăт пек урпа пур-ха. Ал арманĕпе кĕрпе тусан, сая кайнăнах туйăнать. Алтаккин, сан армана кайса авăртасчĕ ăна, вара, пĕчĕккĕн çăмах тукаласан, тутă пулăттăмăр, — терĕ ăна арăмĕ.
— Мĕнех вара, паçăрах каламалла. Эпĕ ăна халех кайса авăртатăп.
— Халех авăртма май пулсан, эпĕ ăна хам та авăртаттăм, кунти армансем çаврăнмаççĕ çав.
— Епле çаврăнмаççĕ?
— Ку таврари арман хуçисем арманĕсене ĕçлеттермеççĕ. Пирĕн пек чухăнсене юри тарăхтараççĕ.
— Инçерех каяс-им апла?
— Тем тумалла. Инçерех кайса пăхсан темле-тĕр?
— Эпĕ çул çӳреме вĕреннĕ, Варак шывĕ тăрăх кая-тăп, тен, хăшĕ те пулин авăртса парĕ.
Арăмĕпе çапла калаçса татăлсан, Алтаккин, урпа тултарнă миххе çурăм хыçне хурса, улăхпа Варак шывĕ тарăх утрĕ.
Сарлака улăх тăрăх çил вĕçтерет, пите сивĕ чĕпĕтет, çанă ăшне кĕрсе хул айне çитет. Алтаккин пĕр арман патне çитрĕ. Шăп тăрать арман. Ампарĕ, пысăк виле тĕмески пек, хулăн юрпа витĕннĕ. Армана çул та хывман, пĕр ансăр сукмак кăна мунча пек пĕчĕк пӳрт алкумĕ вĕçне илсе пырать.
«Кĕрес-ши, кĕрес те мар-ши?» — шухăшласа тăчĕ те Алтаккин, ăшăнмалла кĕрсе курас терĕ.
Пĕчĕк пӳртре ĕлĕк мелник пулнă, халĕ хурал вырăнне юлнă шур сухаллă çын çăпата туса ларать.
— Ман килес! Мĕскер шăппăн ларатăр? Арман чулĕ кăлтăрин-пăлтăрин çаврăнмасть-и-мĕн? — терĕ Алтаккин, çурăм хыçĕнчи миххе сак çине лартса.
— Килех, Алтаккин. Сукмак такăрлатса çӳретĕн...
— Мĕншĕн хăвăр юрпа хупланма ирĕк патăр?
— Çынсем килмеççĕ.
— Хуçисем хапăл мар, теççĕ пулас?
— Хуçисем те хапăлах мар çав. Çавăн пирки ларатăп çакăнта упа пек пĕр-пĕччен.
— Çак тиеве ăçта авăртма пулать-ши?
— Ал арманĕпе килте кĕрпе тума пулать, кĕрлеттер кăна.
— Пăтă çиес килмест, пĕлĕмне тутанса пăхасчĕ, Кирле пичче.
— Ытла пуян иккен эсĕ!
— Чухăнах мар, çавăнпа çуран çӳретĕп.
— Пирĕнпе кӳршĕ арман та авăрмасть, лерелли те шăпăрт ларать; Варлам арманĕнче кавăсĕ те типсе ларнă. Унталла вара Якур арманĕ те авăрмасть, — пӳрнисене хуçса шутлама пуçларĕ арман хуралçи.
— Аплах-и вара? Улпут арманĕ ыттисенчен йĕркеллĕрех пулакан, вăл авăртать пулĕ, э?
— Улпут арманĕ пирки пĕлейместĕп, вăл, ĕлĕкхи улпут, ялти çĕнĕ пуянсемпе пĕр каварлах мар-и, тен.
— Ку арман хуçисем пурте килĕшсе арманĕсене чарнă-и вара?
— Çапла пек туйăнать.
— Тьфу! Шуйттан кĕвентисем! Арман чулĕ вырăнне вĕсене хăйсене кăлтăрин-пăлтăрин памалла!
— Парас текенĕсем нумай, анчах параканĕ çук. Уттарас пулĕ, авăртас пулать ĕнтĕ çакна. Ыран çиме те нимĕн те çук. Сывă пул-ха, Кирле пичче, тен, улпут арманĕнче авăртăймасан, таврăннă чух сан патăнта авăртса илме май килĕ.
— Ун пек япала тĕлĕкре пулма пултарать. Сывă пул-ха, чипер кай.
Икĕ-виçĕ çухрăмран шыв арманĕсем вĕçрен ларса тухнă. Кашни арман патне Алтаккин çывăхах пырса çаврăнчĕ, армансем пурте шăп кăна лараççĕ.
«Ним те мар, сăрт урлă тӳрĕ çулпа тӳрех улпут арманне каяс, вăл йĕркеллĕрех хуçа», — çапла шухăшларĕ те Алтаккин, сăрт урлă каякан тӳрĕ çул çине пăрăнса, ăнтăлса утрĕ. Кăнтăрла иртнĕ тĕле Алтаккин улпут арманĕ патне çитрĕ. Хĕрлĕ тăрăллă икĕ хутлă чул çурт, икĕ еннелле çунат сарнă пек, икĕ вăрман хушшинче ларать. Юман вăрмана пас тытнă, шурă чĕнтĕрпе витнĕ тейĕн. Арман чулĕсем çаврăнса ташă кĕвви каланă савăнăçлă кĕрлевпе арман ампарĕ чĕтренсе тăмасть, вăл шурă калпак тăхăннă та хăй алăкĕ патне пыракан юр хӳсе кайнă çул çине куç айĕн пăхса ларать, йĕри-тавра шăп, йытă кĕтĕвĕ те таçта саланнă, ĕлĕкхи пек вĕрсе вăрмана янăратма мар, пĕр йытă сасси те хамлатмарĕ. Ниçта та пĕр çын чунĕ курăнмасть. Ыйтасчĕ Алтаккинĕн, никама курмасăр вунă çухрăм утса килнĕ çула çаплах каялла утмалла-ши вара? Канма тесе миххе çĕре хучĕ те ассăн сывласа ячĕ. Çӳллĕ вырăсла хапха хыçĕнче, улпут килкартинче, лаша тулхăрса илни илтĕнчĕ.
«Килкартинче çын пурах ĕнтĕ» — шухăшларĕ Алтаккин. Миххине хул айне хĕстерчĕ, хапха патне пырса шăтăк тупрĕ те хăрах куçĕпе пăхрĕ. Килкарти варринче Корней Хрисанович улма-чăпар лашана чĕлпĕртен тытса тăрать. «Мĕскер хăтланать ку улпут? Тарçисем ăçта кайса кĕнĕ вара?» — тĕлĕнчĕ Алтаккин.
Улпут лашине сӳсмен тăхăнтарчĕ, хыçла çунан турти хушшине кĕртсе тăратрĕ. Пеккине хурсан, чĕн чӳлĕкне туртса хытарма тăчĕ. Тăн-тăн хатĕрсене вăйлă та пĕлекен алăсем тыткалани кирлĕ. Турткаларĕ-турткаларĕ улпут, чӳлĕкне хытарса çыхаймарĕ, урипе тапса çыхма тăчĕ — ури çĕкленмест.
— Корней Хрисанович, — терĕ хапха уçса Алтаккин.
— Мĕскер хăвах тăрмашатăн?
— Никам та çук ман патăмра, терĕ Корней Хрисанович, хапха еннелле çаврăнмасăр.
— Хам кӳлсе парам, — терĕ Алтаккин, ун патнелле утса.
— Ăçталла кайма тухнă çын эсĕ, хăш ялсем? — ыйтрĕ улпут, Алтаккин çине пăхса.
Алтаккин, ăна-кăна сисме вĕреннĕ çын, кӳлнĕ лашапа, тен, хăйне ыр курма май килĕ тесе шутларĕ.
— Эпĕ çармăса кайса килтĕм, Атăл леш енне, унта виçĕм çултанпах тырă илмелли пурччĕ, халĕ килелле утатăп. Хăвалăх ялне.
— Пире апла çула май.
— Эсĕ тата ăçталла?
— Эпĕ вулăса каятăп, Изотов патне.
— Э, пĕлетĕп... Апла чăн та çула май. Сана, улпут, лаша тытса пыма килĕшӳсĕр, ларкăч çине хам ларас мар-и?
— Çынна ырă тума эпĕ яланах хатĕр, ларса пырсам. Хапхине уçма улпутăн ватă куккăшĕ тухрĕ. Улма-чапар ут хапхаран вăшлатса тухнă чух ватă çын сăхсăхса юлчĕ. Пушă та лăпкă шурă уйра юр хумлăн-хумлăн выртать, сăртсем çинче йăлтăртатать, путăксенче çутă кăвак-кăн курăнса каять. Кайăк та çук, хирĕç пулан та.
— Хăвалăх çынни, эсĕ юрлама ăста-и?
— Ăста, улпутăм.
— Ытла кичем, юрласа парсам пĕр юрă.
— Эй, эй! — текелерĕ Алтаккин çул варринчен кăшт айккинелле пăрăна пуçланă лашана, вара ларкăч çине айккăнрах ларчĕ те юрласа ячĕ.
Алтаккин юрланă май Корней Хрисанович шухăша кайрĕ. «Урăх тырă юлман, шырăр, тетĕп, — тутисене сиктеркелесех шухăшларĕ вăл. — Пултаратăп çав эпĕ! Чăвашсен сьездĕнче: «За сословное земство!» — тесе пĕтертĕм сăмахăма, мана пурте алă çупрĕç. Чăн та, мĕскер-ха Изотов мана контрибуципе аптратать. Вĕсем маншăн власть мар, саккунсăр пырса ларнă çынсем! Совет, совет теççĕ... ăçта вĕсем? Пĕр Хăвалăх ялĕнче ял Совечĕ пур, пĕр хăрах ураллă çын Йĕлмекассинче Совет пекки тукаланă ĕнтĕ... Совечĕ те хăрах ураллă. Урăх ялсенче халĕ те земствăна пăхăнакан старостăсем чиперех лараççĕ. Кĕрешӳ кирлĕ, кĕрешӳ! Ик çĕр хĕрĕхмĕш полка тăвасах пулать. Шура тĕрĕс тунă, пире те хĕç-пăшаллă вăй кирлĕ... Тата, тĕрĕс йышăнчĕç, вырăс пупĕсем вырăнне чăвашла пĕлекенсене лартмалла, чиркӳре ӳкĕт сăмахне чăвашла калаччăр... Вулăс чиркĕвне хамах илсе килĕп-ха чăвашла пĕлекен пуп... Каялла таврăннă чух Варлам патне кĕрсе тухмалла пулĕ, эпĕ каланисене туса пырать-и вăл... Аслă çын... Çăвара карса çӳремест, ĕçне тĕплĕн туса пырать». Юрă пĕтес умĕн Корней Хрисановичăн шухăш çăмхи татăлчĕ. Алтаккин пăрăнарах пыракан лашана çул варринелле туртрĕ те юррине вĕçлерĕ:
Сарă кĕрĕк тăхăнтăм:
Йӳле ятăм — вĕçкĕн терĕç,
Тӳмелерĕм — мĕскĕн терĕç,
Епле юрам çынсене?..
— Тĕрĕс юрлатăн, ямшăк! — терĕ улпут, кăшт малалла ӳпĕнсе. — Арманăма авăрттарсан — пуятăн, теççĕ, чартăм та — саботаж, теççĕ. Акă халь, килте лăпкă кăна ларас чухне, сĕтĕрĕнсе кай ĕнтĕ...
— Мĕншĕн чĕнеççĕ вара? — ыйтрĕ Алтаккин.
— Тем парсан та сахал вĕсене. Юр ӳксен пилĕк çĕр пăт илсе кайрĕç, халĕ тата... — Каялла çаврăнса пăхнă Алтаккин асăрхайман пирки улпут хăй сăмахне каласа пĕтереймерĕ: çуна, сулăнка кайса, çул хĕрринчи тункатана хытă пырса перĕнчĕ те айккăн тăчĕ, улпут юр ăшне пуçхĕрлĕ чикеленсе юлчĕ.
— Трр! — Алтаккин сиксе анчĕ, лашине чарчĕ, мăйне пăрса турта çумне çыхса лартрĕ те юр ăшĕнчен тухаймасăр выртакан улпут патне чупрĕ.
— Эй, улпутăм, вахăтсăр кăлтăрин-пăлтăрин карăн! Тăр!
— Начар ямшăк эсĕ, лаша тытма пĕлместĕн. Филимов тройкăпа та мана нихçан çапса хăварман капла, — терĕ улпут, çуна патнелле утса.
— Каçар ĕнтĕ, пĕрре анчах тухса ӳкнипе çырлахсан аванччĕ, — терĕ Алтаккин, ларкăч çине ларса.
Халăх çурчĕ умĕнче лашине ытти лашасемпе юнашар кăкарса, улпут крыльца патнелле виçĕ-тăватă утăм турĕ те Алтаккин еннелле çаврăнчĕ.
— Итле-ха, Хăвалăх çынни, кĕр-ха манпа пĕрле. Улпут патĕнче пултăм, тарçи-мĕнĕ никам та çук унăн тесе кала Изотова...
— Хавас, кĕретĕп, — терĕ Алтаккин.
— Кĕме ирĕк парсамăр, Дмитрий Изотович, — йĕркеллĕ каларĕ улпут, алăка уçса.
— Кĕрĕр! — терĕ Изотов. Алтаккин улпут хыçĕнчен йăпшăнса кĕчĕ те алăк патĕнче çĕлĕкне хывса тăчĕ, йĕри-тавра пăхкаласа илчĕ: ун умĕнче, пысăк пӳлĕм варринче, çавра сĕтел ларать, çине хăмач витнĕ. Сĕтелĕ çинче хутсем, ручкăсем, чернил. Сĕтел хушшинче хăйĕн яланхи кивĕ кĕске кĕрĕкне тăхăннă Изотов ларать, вăл чавсаланнă, малалла ӳпĕннĕ те, пĕр сăмахне те çĕре ӳкерес марччĕ тенĕ пек, яка хура костюм тăхăннă илемлĕ çамрăк çын çине тинкерсе пăхать. Çамрăк çын сĕтел пуçĕнче тăрать, аллипе сулмаклăн сулса, питĕ ĕненмелле калать. «Кам-ши ку? — шухăшларĕ Алтаккин. — Вăрçăра пулнăскер пулмалла, е ача чухне ытла пуçтах пулнă: çамки çинче суран йĕрри пур. Хăй ытла илемлĕ, çӳçĕ те кăтра...»
— Калатăп сире, Дмитрий Изотович, эпĕ урăх политика ĕçне те, вăрçă ĕçне те хутшăнмăп. Çитет, тăрантрĕ. Хамăн юлашки ĕмĕре лăпкă пурăнса ирттерме ирĕк парсамăр. Ялта пурăнатăп, суха тăватăп...
— Шанмах май çук çав, Агельский?
— Акă! — терĕ Агельский, пиншак кĕсйинчен револьвер туртса кăларчĕ те Изотов умне хучĕ. — «Сдаю оружие!» хушса хучĕ вăл вырăсла. — Манăн урăх нимĕн те çук. Тен, эпĕ большевиксен партине кĕме те заявлени парăп, — терĕ Агельский.
Корней Хрисанович пултаруллă та ăслă хуçа шутланнă пулсан та, хальхинче ун айванла пулса тухрĕ. Агельский сăмахĕсене илтсен, вăл сивĕ тытнă пек чĕтреме пуçларĕ, Агельский большевиксен партине кĕрес пирки сăмах тапратсан, Корней Хрисанович тӳссе тăраймарĕ, хăй ларнă юман пуканне çĕклерĕ те Агельский патнелле вирхĕнчĕ:
— Сутăнчăк!
Агельский кĕтмен çĕртен таçтан тепĕр револьвер туртса кăларчĕ те улпута тĕллерĕ:
— Каялла! — терĕ вăл офицерла.
— Эсир ăна «каялла», милостивый государь, эпĕ каялла чакаканни мар! — тесе Корней Хрисанович пĕтĕм вăйĕпе Агельские аллинчен пуканпа çапрĕ.
— Ой! — ахлатса илчĕ Агельский, аллинчи револьверне сĕтел çине ӳкерсе. — Тилпĕрен çирĕр-им, улпут. Револьвере авăрламан, ниçта чакма çук пирки сире тĕллерĕм... эсир ман алла амантрăр.
— Сутăнчăка çав кирлĕ! — çиленнипе куç айĕсене чĕтретсе çухăрчĕ Корней Хрисанович.
— Айван, — йĕрĕнсе тутине пĕрчĕ Агельский, амантнă аллине чăмăртаса, сĕтел çине таянчĕ.
— Улпут айăплă мар, вăл сирĕн чеелĕхе ăнланаймарĕ, — терĕ Изотов.
27
Кăнтăрлахи ăшăра хуралтăсем çинчен тумла ӳке пуçласан, ирĕлекен юр шăршипе пĕрле сывлăша çĕр шăрши çĕкленет. Анчах кăшт кăна: çĕр ĕçне ĕçлесе курман çын ăна чухласа та илеймĕ-ха, çĕр шăрши хушăран çеç лăпка çилпе сăрт çамкисем енчен туртăнса килет. Çутçанталăк вăранма пуçланине чи малтан хура курак туйса илет. Акă вăл, йăлтăр хураскер, ашă енчен хĕл каçса таврăнчĕ те, çирĕп сăмсипе йывăç турачĕсене хуçа-хуçа, йăва тума пуçларĕ. Хресчен çыннин те чунĕ вăранчĕ, уй-хир ĕçĕсем пирки шутла пуçларĕ. «Çĕр пирки кăçал мĕнле пулĕ-ши?» — тесе шутлать кашни çын. «Хамăр алла илейрĕпĕр-ши е каллех пуянсен аллинче юлĕ-ши?» Çĕре çĕнĕ закон тăрăх валеçес пирки ыйту тухса тăчĕ, çавăнпа паян вулăсри Советра нихçан пулса курман пуху пулмалла. Ку пухăва çынсем «Аслă пуху» тесе ят панă, мĕншĕн тесен унта паян вулăса кĕрекен пур ялсенчен те икшер-виçшер çын пымалла. Ку çынсене ял халăхĕ шанса суйланă, вĕсен ячĕ те пур, çĕнĕ ят — депутат!
Уçка ирхине кăвак çутăпах лаши патне тухрĕ, ăна шăварса апатларĕ. Лаша кӳлме тăнă çĕре, йывăç урипе кăчăр-кăчăр юра çухăртса, Ваçка çитрĕ.
— Уçка, — терĕ вăл хапхаран кĕрсенех. — Çемук пуçтарăнать-ши?
— Çемук çуранах утрĕ вăл, — терĕ Уçка. Тухса кайма хапхана уçсан, вĕсен тĕлне Иркка чупса çитрĕ:
— Уçка пичче, мана лартса кай-ха, — хыпаланса каларĕ вăл, шурă сумкине çурăм çинелле шутарса.
— Лар! — терĕ Уçка.
Çуркунне енне ырханланма пуçланă çăмламас ула лаша яка çулпа çăмăллăн чупса уя тухрĕ.
— Эх, сывлăш-çке, Уçка. Сăмса шăтăкĕсене кăтăклать! — терĕ Ваçка, ирхи уçă сывлăша кăкăр тулли сывласа илсе.
— Янăраса тăнă пек, кăвак тĕслĕ янăраса тăрать пек, — терĕ Уçка.
— Эсĕ калăн. Тĕс сасăсăр япала, ăçтан янăратăр вăл!
— Кăваккăн янăрать пек. Ман çак вăхăтра чунăм ялан савăнăçпа çĕкленет.
— Савăнатăн пулмалла çав, епле илемлĕ сарă кĕрĕк тăхăнтăн паян, пуян çын пек ларса пыратăн!
— Мулăм çук пулсан та, савăнăç нумай, Ваçка тусăм. Аслă пухăва, килте çӳренĕ пек, çĕтĕк-çатăк пырса кĕме аван та мар.
— Сана вăл Аслă пухуран кулак тесе ан кăларса яччăр! — тăрăхлама чарăнмарĕ Ваçка.
— Кулак тесе айăплама пуçласан, хамăн çăмламас лашана кĕртсе кăтартăп, — кулса ячĕ Уçка. — Но-о! Çил çунатлă урхамахăм! Иркка, сан аçу ĕнер киле килсе кайрĕ-и?
— Çук. Атте вулăса кайнăранпа тăватă кун иртрĕ. Килмен-ха унтанпа.
Çуна тупанĕ çӳхен кăна çиелтен пăрланса ларнă юр çинче кăчăр-кăчăр текелет. Хĕвелтухăç çап-çутă кĕрен чаршав карчĕ, кĕç-вĕç тухас хĕвел ăна çутă хĕлхемсемпе илемлетрĕ. Кăкăр тулли сывлас килет çакăн пек вăхăтра, çынпа калаçас килет, савăнас килет...
— Уçка, сан кĕçĕн шăллун, Иванăн, пĕр хыпарĕ те пулмарĕ-и çак ку таран? — ыйтрĕ Ваçка, тухакан хĕвел çине пăхса. Те çанталăкăн çамрăк вăхăчĕ çамрăк çын ĕмĕрĕ çинчен шухăшлаттарчĕ Ваçкана, те çав паттăр Аслă пухăва кайма тивĕçлĕ çын пулнă тесе шухăшлани ăна çапла ыйту пама хистерĕ.
— Çук, ним хыпар та пулмарĕ. Çав арманта çапăçнă чухнех вилнĕ пулмалла вăл...
— Шел, питех те шел çав çамрăк çынна, — терĕ Ваçкă.
— Шел... — хушрĕ Уçка та, — Кирилне ĕнтĕ кирлĕ пек авалхи йăлапа, чысласа пытартăмăр. Ивана тупаймарăмăр çав.
— Вилнĕ пулсан, ăçта кĕрсе кайма пултарнă-ха вăл?
— Кам та пулин, хăйĕн йĕрне çухатас тесе, йыт-качкана пытарнă пек, çĕрпе хупланă пуль, тетпĕр эпир карчăкпа килте.
— Шел... Питĕ паттăр пулнă вăл... Эх, халĕ епле кирлĕччĕ вăл пире! Шел... — пуçне сулкаларĕ Ваçка.
Хĕвел сарăлса тухрĕ, кăвак юр çинчен хĕрлĕ пурçăн çипсем тăсăлчĕç, уйра пур енчен те вулăса пыракан лав е çуран çын пăч-пач курăнса кайрĕç.
— Пуçтарăнаççĕ, Ваçка! — савăнăçлăн каларĕ Уçка, хурланчăк шухăшсене хăваласа ярас тесе.
— Пуçтарăнмасăр, ара! — терĕ Ваçка та.
Халăх çурчĕ тĕлне çитсен, унта пĕр лав та çуккине кура, тĕлĕнсех кайрĕç.
— Мĕнле капла, Ваçка шăллăм, эпир чи малтан çитрĕмĕр-ши? — терĕ Уçка, лашине апат парса. — Тен, кунта мар?
— Чим-ха, епле апла, — Ваçка халăх çурчĕн чӳречисем çине пăхрĕ. — Пăх-ха, Уçка, унта халăх туллиех!
— Чăнах та. Кĕрлеççĕ, хытах шавлаççĕ, — хушрĕ Уçка итлесе тăнă хыççăн. — Эсĕ кунтах лар-ха, ырă япала мар пек туйăнать ку мана. Эпĕ пĕччен кĕрсе курам.
— Уçка, эсĕ ку алăкран мар, хыçалти крыльцаран кĕр, — шăппăн каларĕ Ваçка. Уçка чӳречесем айĕнчен пĕшкĕнсе чупса иртрĕ те пӳрт кĕтесĕнче пăрăнса курăнми пулчĕ.
Халăх çуртĕнче кĕрлени чарăнма пĕлмерĕ, Ваçка чĕри хытăран хытă тапма пуçларĕ.
— Килет! — темле пысăк çăмăллăх тупнă пек ассăн сывласа ячĕ вăл, сарлака крыльца çинчен Уçка чупса аннине курсан. Уçка, хĕрнĕ чулĕсем шартлатса тăракан мунчаран чупса тухнă пек, çуна патне чупса пычĕ.
— Мĕн унта? — шăппăн ыйтрĕ Ваçка, малалла турттăнса.
— Пурне те чухласа илме ĕлкĕреймерĕм пулас, анчах эсĕ, Ваçка, пăрăн-ха, алкум вĕçĕнчен лашана та илсе кай.
— Мĕскер вара?
— Хыçалти алăкран кĕтĕм — унта Çатра пуянĕсем тăваттăн тăраççĕ, ал айне кирпĕч хатĕрлесе хунă, станцирен килекен çул çине текех пăхкалаççĕ. Аслă пуху ирттерме Хусантан çын килмелле имĕш, ăна сыхлаççĕ. Залне кĕтĕм: сĕтел хушшинче Изотовпа унăн секретарĕ Малай Петюкĕ лараççĕ, залра кулаксем тулли, Изотова вĕлерме шут тытнă тесе мана вăрттăн пĕлтерчĕç. Иркка, эсĕ аçу патне вĕçтер, час килччĕр.
Шкула кайма хатĕрленсе тăнă Иркка ним чĕнмесĕр тепĕр еннелле çаврăнчĕ те пахча çумĕпе каякан тăкăрлăкпа питĕ хытă чупрĕ. Ваçка йывăç урине çуна тĕпне майлăрах вырнаçтарчĕ те лашине чăпăрккапа тăсрĕ. Ним тума пĕлмерĕ çак самантра Уçка, ун-кун пăхкаларĕ, пуçра шухăшсем пĕрин хыççăн тепри сиксе тухаççĕ: «Эх, Изотов! Çынна питĕ шанакан пулнă-ши ку, хăйĕн вăйне ытлă шаннă-ши? Е ăна-кăна, мĕн сиксе тухасса чухлама пултарайман-ши? Вулăсрах милици отрячĕ пур, пуху уçмалла — пĕр милици те çук. Е кулаксем ирех килсе тухмĕç тенĕ-ши?.. Хусантан килекен çынна илме те ямшăк анчах кайнă пуль...» Уçка, хура авăра сикме хатĕрленнĕ пек, сылтăм аллипе ахаль те тарăн ларакан çĕлĕкне тата та пусарах лартрĕ те Халăх çуртне чупса кĕрсе кайрĕ.
Хăмачпа витнĕ сĕтел хушшинче ларакан Изотовпа Малай Петюкне виçĕ енчен çынсем хупăрланă. Хыçалта стена пулман пулсан, хыçалтан та пыратчĕç ĕнтĕ.
— Эсĕ пире контрибуципе хупласа хурасшăн, хăвна хупласа хумалла сана! — кашни сăмахне пуртăпа касса уйăрнă пек пĕтĕм зала илтĕнмелле пăшăлтатса калать хуторти лавккаç Лука, сарлака сĕтел урлă Изотов патне кармашса. Вăрăм чĕрнеллĕ пӳрнисене чармакланă, халех Изотова мăйĕнчен пăвса пăрахма хатĕр.
— Эсир контрибуци пуçтаратăр, тырра жидсем валли ăсататăр, сирĕншĕн хамăр чăваш çынни выçса вилтĕр, жидсем çеç тĕнчере тутă пулччăр! — тет сĕтел вĕçĕнче тăракан Çатра пуянĕ Лариван; вăл та чышкисене чăмăртанă, малалла ӳпĕннĕ.
— Халĕ пирĕн... — калама пуçларĕ Изотов, анчах ăна калама памарĕç, сĕтел тавра тăракан кулаксем кар! ярса илчĕç:
— Паянхи пухăва та Хусантан пĕр жид килмелле тенине илтнĕ эпир. Вĕсене тырă кирлĕ пулчĕ ĕнтĕ!
— Таçтан çăва патĕнчен килнĕ çынна çăвар уçтармăпăр ĕнтĕ!
— Ăна кунта килсе кĕме те памалла мар, кăнтмалла!
— Ку тимĕрçе те кăнтмалла!
— Кăнтас!..
Залра ларакан çич-сакăр çын сĕтел патне вирхĕнчĕç, стена çумне тайăнса ларакан Агельский кăна вырăнтан сикмерĕ, шурă бинтпа чĕркесе мăйран уртса янă сылтăм аллине ыраттарасран хăранă пек, ăна сулахай аллипе хупласа ларчĕ.
Сĕтел тавра чышкăсем çĕкленме пуçларĕç, хăш чышки юнать, хăш чышки сулмаклăн çӳлтен аялалла анать. Пĕр-пĕрне пӳлсе, пурте çĕлен пек чашкăрса хыттăн кăшкăраççĕ. Пăлханса ӳкрĕ Уçка: «Мĕн тăвас? Ытла нумаййăн... Хыçалти алăкран леш Çатра пуянĕсем тăваттăн кĕрсен, тата ытларах пулĕ...» Уçка Агельский умĕнчен пĕшкĕнсе чупса иртрĕ, ансăр коридор тăрăх чупрĕ, хыçалти крыльцаран кĕрекен алăка тимĕр сăлăп хучĕ те каялла вирхĕнчĕ. Зала кĕнĕ чух чӳречерен пăхрĕ: алкум вĕçне икĕ лав пырса çитнĕ... Улттăн, делегатсем пулас. Катĕркассем тата Хăвалăхсем... вĕсем патне пĕчĕк чăматан тытнă çын пырса тăчĕ... Уçкана вăй пырса кĕчĕ, чӳречене çапса сирпĕтес пек чышкипе шаккаса янăратрĕ те урамри çынсем васкаса крыльца патнелле чупнине те курмарĕ, пĕтĕм вăйран талпăнса, сĕтел çине, çын ушкăнĕ варрине, сиксе хăпарчĕ. Юнланса пĕтнĕ Изотов питне курсан, урса кайрĕ Уçка:
— Эсир капла-и? Эсир капла-и? — кашкăр пек вăйлă çынсене пуçĕсенчен сулмаклăн тӳнккеме пуçларĕ. Урисене чармакласа, вăл Изотова хупăрларĕ. Пуринчен те çӳлте тăнипе пĕр самант вăл ку кĕрешӳре хуçа пулса тăчĕ.
— Ан унтан, сар ухмах! — тесе кăшкăрчĕ те пĕр хура сухаллă çын, Уçкан сарă кĕрĕк аркине кĕсйи таранах вăтăрса кăларчĕ. Пĕр ырхантарах ватă пуян, кĕрĕк татăкне силлесе, катăк шăллă çăварĕпе ахăрма пуçларĕ:
— Найăр! Найăр! Камунсем валли тăлăп çĕлемелĕх çитет!
— Кĕрĕке çурма-и?! — Уçка хура сухаллă çынна шăннă çăпата пуçĕпе питĕнчен тапрĕ.
— Распуй! — çухăрчĕ пĕри.
— Маххă ан парăр, тăвансем! — çухăрчĕ тепри.
— Çав ухмаха маххă паратăр-и вара!
Темиçе ал çӳлелле çĕкленчĕç, акă Уçка кĕрĕкĕн хăрах çанни çатăртатса çурăмĕнчен уйрăлчĕ.
— А-а! Лекрĕн-и! — уринчен тытса, Уçкана сĕтел çинчен сĕтĕрме пуçларĕç.
— Çапăçаймăн урăх! — Вилĕм сире!
— Вĕлерес!
Залра ларакан Агельский сывă аллине темиçе хут та кĕсйине чике-чике пăхрĕ, темиçе те сиксе тăма хатĕрленчĕ, анчах тем шутпа лăпланса ларчĕ.
Сĕтел тавра юлашки кĕрешӳ пырать, Уçка ывăннă, пашкакан пулнă, кулаксем вăй илчĕç. Халех Уçка кулаксен ури айне ӳкес чух залăн йывăр алăкĕ уçăлчĕ те тин килсе çитнĕ Катĕркаспа Хăвалăх ялĕнчи халăхран суйласа янă çынсем кĕчĕç, улттăн, вĕсемпе пĕрле пальто тăхăннă çын.
— Ку мĕнле камит сирĕн? — ыйтрĕ пальто тăхăннă çамрăк çын, зал варринче чарăнса.
— А-а, нимех те мар, кăшт кăна тавлашрăмăр, — терĕ хура сухаллă çын, сĕтел патĕнчен пăрăнса.
— Кăшт кăна тавлашни курăнать, — терĕ пальтоллă çын. — Уçка пичче кĕрĕкне епле аван юсанă!
— Ăçтан паллатăн... Ара, Микулай! Эсĕ-çке ку! — сцена çинчен çĕтĕк кĕрĕкне вĕçтерсе анчĕ Уçка.
— Малай Петти, эсĕ мĕн сĕтел айне кĕрсе ларнă? — ыйтрĕ Николай, сĕтел айĕнчен упаленсе тухакан секретаре курсан. — Кĕрешӳре пулăшас килмерĕ-и?
— Эпĕ хам та астумастăп... Питĕ хăрарăм, — терĕ Малай, сапаланса кайнă хутсене чĕтрекен аллисемпе пуçтарса.
Николай Уçкана алă тытрĕ те Изотов патне сцена çине хăпарса кайрĕ.
— Аван-и, сывă-и, Дмитрий Изотович! — терĕ вăл, алă парса.
— Аванни аван, анчах сывах мар: çамкана темĕнпе персе шăтарчĕ пĕри, — терĕ Изотов, Николая хирĕç ура çине тăрса.
— Каласа пар, тархасшăн, мĕн сăлтавпа сирĕн кунта тавлашу тухса кайрĕ? — ыйтрĕ Николай, Изотов аллине чăмăртаса.
— Пирĕн паян вулăсра сьезд пулмалла... Ну... Эпĕ делегатсене хапăл йышăнма пуринчен те иртерех килтĕм...
— Чăннине калăр ĕнтĕ, Дмитрий Изотович, — терĕ Малай Петти, — эсир ĕнертенпе киле кайман.
— Вăл ним те мар... Парти губкомĕнчен килмелли уполномоченнăя илме ирех лаша ятăм та делегатсене кĕтме пуçларăм. Делегачĕсем тин пуçтарăнаççĕ, пуян халăх хĕвел тухиччен килсе тулчĕ... Телефона татрĕç.
— Начар, начар, телефона таттарни питех те начар, — пуçне сулчĕ Николай, залра пĕр кĕтессе кĕпĕрленсе тăнă кулаксем çинелле пăхса. — Ку вăйăшăн хăшĕн-пĕрин хăлхине пăрмалла пулать пулĕ.
— Сана хăвна туртса антармалла леш Хусантан килекен çынпа пĕрле, — терĕ лавккаç Лука, чышкипе юнаса.
— Хусантан килес çын урăх çук, — терĕ Николай кулаксем çине пăхса, вара Изотов еннелле çаврăнчĕ те çапла хушса каларĕ: — Дмитрий Изотович, сирĕн вулăсри съезда ирттерме эпĕ килтĕм.
— Станцинчен епле çитрĕн? — тĕлĕнчĕ Изотов.
— Тӳрĕ сукмакпа çуран килтĕм.
Сăлтав кăна кĕтсе тăракан - кулаксем каллех сцена патнелле пыма пуçларĕç.
— Эсир тӳрĕ сукмаксемпе çӳреме вĕреннĕ, аçу та сан тӳрĕ сукмакпа чупкаларĕ виличчен! — çухăрчĕ пĕри.
— Ун чухне укçа эсех ярса панă ĕнтĕ ăна, пĕр-пĕр ырă çынна çаратрăн та — тӳрĕ сукмакпа килсе патăн! — хушрĕ тепри.
— Пăрахăçа тухнă патша укçине аттене пама эпĕ айван мар-çке. Епле тăван аттене ун пек мăшкăллас? Вăл укçана эсир пырса пăрахнă пулмалла ун патне, — терĕ Николай.
— Ухмахла калаçатăн! Хамăр пурлăха епле кайса пăрахăпăр эпир! — кĕрлерĕç темиçен.
— Чакăр, сцена патнелле ан пырăр, мĕскер вырăнтан тапранатăр! — терĕ Изотов.
— Тапранмалла çав! — терĕ хура сухалли. — Кĕç-вĕç Атăл пăрĕ тапранать, эпир те тапранмалла, тăвансем! — çухăрчĕ те, чăмăртанă чышкине çĕклесе, хăюллăн сцена патнелле утрĕ, ыттисем те хумханчĕç.
«Паçăрхи тамаша пуçлансан, каллех пирĕн вăй сахал» — тесе шухăшларĕ хăраса ӳкнĕ Уçка.
— Юрĕ, тапранăр, Атăл пăрĕпе пĕрле тапранăр, кĕркунне пăр каллех ларать, эсир ăçта лармалла вара? Тĕрмене-и? — терĕ Николай, кулăра куçне хĕссе.
— Эсĕ пире тĕрмепе хăратма-и?!
— Тĕрмепе хăратма!..
Кулаксем сцена патне кĕпĕрленсе пычĕç. Кашнин куçĕнчен вут сирпĕнсе тăрать, хаяр та çивĕч.
Паçăрхи пек, чăмăртанă алăсем иккĕ-виççĕ çĕкленчĕç, анчах чӳрече умĕнче нумай лаша пĕр харăс чупса çитни илтĕнчĕ. Акă коридорпа çынсем кĕреççĕ, чи малтан Шерхулла курăнса кайрĕ.
— Мĕн приказ, Изотов иптеш?
— Хупса усрăр халлĕхе пурне те! — терĕ Николай. — Вĕсем сьезд ирттерме кансĕрлеççĕ. Съезд хыççăн следстви ирттерĕпĕр.
Шерхулла хыççăн кĕнĕ милици отрячĕ кулаксене çавăрса илчĕ. Агельский патне те пычĕç.
— Тăр!
— Мана мĕншĕн?
— Эсĕ вĕсемпе.
— Ыйтăр çак сарă кĕрĕклĕ çынтан, эпĕ вырăнтан та тапранман, — лăпкă çеç каларĕ Агельский.
— Чăнах-и, Уçăп? — ыйтрĕ Уçкаран Иркка ашшĕ.
— Чăнах, вăл вырăнтан тапранмарĕ, — терĕ Уçка.
Агельские урăх тивмерĕç.
— Утăр! — хушрĕ Улангин, алăка уçса. Зал пушанса юлчĕ.
— Аслă пуху тепĕр сехетрен пуçланать, унччен кабинета кĕрсе калаçар, — терĕ Изотова Николай.
Килме ĕлкĕрнĕ делегатсемпе пĕрле залра йĕрке тытма пилĕк милиционер тăрса юлчĕç.
28
Вунă сехет тĕлне делегатсем килсе çитрĕç, зал туллиех пулчĕ. Хресчен депутачĕсем кĕрĕксемпе, сăхмансемпе, пиншаксемпе, аллисенче çĕлĕксем тытса лараççĕ. Депутат шучĕпе килнисенчен кулаксем те пур, вăйлă кулаксемех мар, анчах вăйлă кулаксем пекех хаярскерсем. Чишма ялĕнчен Тăвар Упамсар килсе çитнĕ. Тата çич-сакăр çын пур. Стена çумĕнче ним хускалмасăр Агельский ларать. Залра кĕрлеççĕ, çын сасси тинĕс хумĕ пек: пĕр вăйланса каять, пĕр лăпланать.
Кабинетран зала Изотовпа Николай тухрĕç те, сцена çине хăпарса, сĕтел патне пычĕç.
— Хресченсем суйласа янă депутат юлташсем, — терĕ Изотов, зала йĕри-тавра пăхса илсе. — Пирĕн съезда уçма вăхăт çитрĕ. — Вăл каллех залри çынсем çине пăхса илчĕ, çынсем ытла та шăп ларни ăна тĕлĕнтерчĕ. — Сьезд ĕçне йĕркелесе пыма президиум кирлĕ пулать.
Президиума суйланнă çынсем вырнаçса ларсан, вулăсри Совет исполкомĕн председательне Изотова сăмах пачĕç.
— Юлташсем, — терĕ вăл. — Паян пирĕн çак ыйтусене пăхса тухса татса памалла: çĕр валеçесси çинчен» вăрман çинчен, контрибуци çинчен тата, ВИК ĕçне тĕплĕн пăхса тухса, ВИКра ĕçлекенсене суйламалла, вулăсра ĕç нумайланса пырать, виççĕн ĕçлесе пыма май çук.
Сасартăк зал варринче ĕлĕк земски управăра ĕçленĕ Микуль ура çине сиксе тăчĕ те, хăй умĕнчи пукана урайне çапа-çапа, çапла çухăрчĕ:
— Эпир сире суйлама ирĕк памастпăр! Тĕп закона эпир упраса пымалла, эпир халăх суйланă земски управа членĕсем... Эпир тĕп закон çыннисем! Эсир кам? Вăрă-хурах эсир!
— Эпир революци тăвакан çынсем, — терĕ çирĕп сасăпа Николай. — Ытах та кĕрлесе ларакансене арестлеме хушатпăр!
— Хресченсем суйласа янă депутатсемпе çапла калаçатăр-и эсир! — ура çине сиксе тăрса çухăрма пуçларĕ Тăвар Упамсарĕ. — Эсир нимĕçсене сутăннă тени чăн мар-и-мĕн? Нимĕçсенчен укçа илетĕр те ырă çынсене пăлхатса пыратăр. Ахаль чух ялан равноправи пирки çухăрашатăр, хăвăр арестпа хăрататăр. Равноправи текенни епле пулма пĕлтĕр-ха. Çӳлти турă равноправи туса паманнине çын туса параймасть ĕнтĕ. Тĕнчене пăхăр-ха, унта та равноправи çук: пĕр курăк çӳлĕрех, тепри лутрарах; пĕр чечекĕ шурă, тепри кăвак. Çынна пăхăр: пĕри ĕçчен, тепри кахал. Равноправи нихçан та пулас çук! Турă çырса хунă законсене пăсма памастпăр.
— Эпир патшапа пĕрле сирĕн туррăра та сирпĕтсе антартăмăр. Турăпа пĕрле чухăн çын ĕнси çинче ларса пыма хушакан законсене те пăрахăçа кăлартăмăр. Пĕртанлăх тăватпăрах. Сирĕн сăмахăрсем вырнаçусăр, — терĕ Николай.
— Йăнăшатăр эсир, уполномоченнăй! — ларнă çĕртен сиксе тăрса çухăрчĕ Агельский, вара пальто кĕсйинчен сулахай аллипе хут кăларчĕ, çав хутпа сулкаласа, татăклăн калама пуçларĕ: — Эсир çынсене урăх ан пăлхатăр. Эсир нимĕнле власть та мар, узурпаторсем кăна. Акă телефонограмма, Хусантан. «Пур çĕрте те большевиксене пусарнă, Вăхăтлăх правительство хăй вырăнĕнчех ларать; большевиксен сăмахне ĕненмелле мар, вĕсене ан итлĕр. Вăхăтлăх правительство министрĕ Чернышев».
Зал, тăвăл çĕкленнĕ пек, кĕрлесе, шавласа кайрĕ.
— Пĕтерес çав большевиксене!
— Вĕсем пире каллех пуянсенчен çĕр туртса илме вĕслетĕç!
— Хăй вырăнĕнчех ларать пуль çав Вăхăтлăх правительство, тĕрмерех! — тени те пулчĕ.
— Большевиксем вĕслетĕç те иртнĕ çуллахи пек юн хăстарĕç!
— Сĕтĕрсе антарас вĕсене!
Залри çынсем пурте ура çине сиксе тăрса арпашăнса кайрĕç, кам хăш енче — пĕлме те çук. Хăшĕ, нихăш енне сулăнмаллине пĕлмесĕр, иккĕленсе тăрать пулмалла, хăшĕсем, телефонограммăна ĕненсе, кулаксем енне кайнă.
— Лăпланăр! — хыттăн каларĕ Николай, аллине çĕклесе. — Çак эсер Агельскирен ман çакна ыйтас килет: кам машинки çинче пичетлерĕн ку суя хута?
— Ку хута мана почтăра пачĕç. Ку телефонограмма — тĕрĕс документ.
— Çапла, çапла! — çухăрчĕç пуянсем.
— Вăйлă çынпа ан тавлаш, пуян çынпа ан судлаш, тенĕ авалхи çын, сĕтĕрсе антарас вĕсене!
— Сĕтĕрес!
— Хи-хи-хи! — ихĕлтетрĕ пĕр качака сухаллă ватă пуян, сцена патнелле куçакан çынсене хыçалтан тĕксе. — Кашкăрпа ĕне çапăçнă тет, ĕнерен мăйракисем анчах тăрса юлнă, тет, хи-хи-хи! — тепĕр хут кулса илчĕ вăл,
— Юлташсем! — хыçалти стена çумĕнчи сак çине хăпарса тăрса калама пуçларĕ Хĕр-Ваçка. — Хресчен депутачĕсем! Кама итлетĕр эсир! — пĕтĕм халăх каялла çаврăнса тăчĕ те туйипе сулса калакан Ваçка çине тĕлĕнсе пăхрĕ. Лешĕ сăмахне малаллах каларĕ: — Качака сухал мĕн каланине илтрĕр-и? Кашкăрпа ĕне пирки каларĕ, мăйраки çеç тăрса юлнă, терĕ. Кашкăрĕ кам тата ĕни кам — çавна чухлас пулать. Кашкăрĕсем кулаксем-çке, ĕнисем вара эпир, ĕçре тар юхтаракан çынсем. Вара...
Ваçкана каласа пĕтерме памарĕ Уçка, сак çине сиксе тăчĕ те, пур сасса та хупласа, кăшкăрса калама пуçларĕ.
— Илтрĕн-и? Мăйракисем тăрса юлнă, тет. Депутатсем, чăн чăн ĕç çыннисем, çав мăйракасем тăрне лартса, кулаксемпе вĕсен хӳрешкисене сирпĕтсе кăларар-ха çакăнтан. Ура! — Уçка умра тăракан пукана çĕклерĕ те кулаксем еннелле сиксе анчĕ. — Пирĕн майлисем пăрăнса юлăр! Кулаксене ĕне мăйраки çине тăрăнтарар-ха!
Шухăш-кăмăл енчен çирĕпленсе çитмен халăх тинĕс хумĕ пек: вăйлăрах çил хăваланă енне чупать. Депутатсем урăх май çаврăнчĕç те Агельскипе пĕрле вунă-вун икĕ çынна алăкран тĕртсе кăларчĕç.
Кĕрлерĕç, калаçрĕç те шăпланса ларчĕç.
— Съезд ĕçне пуçлама юрать пулĕ? — тесе ыйтрĕ Изотов.
— Пуçлас. Урăх кĕрлекен пулмĕ! — терĕç темиçе сасă.
Вулăсри сьезд ĕçе тытăнчĕ. Мĕнпур ыйтăва хăвăрт та татăклă сӳтсе яврĕç. Тĕттĕмлене пуçланă тĕле сьезд чи йывăр ыйту патне çитрĕ: вулăсри Совета суйламалла.
Хусантан килнĕ уполномоченнăй Николай Вавилов вулăсри Совета суйламалли йĕркене тĕплĕн каласа пачĕ. Залри çынсем, унпа килĕшсе, çичĕ çын суйлас терĕç.
— Депутат юлташсем, — терĕ Изотов. — Эпир нумай ĕçлерĕмĕр, анчах тумасăр юлнă ĕç тата та нумайрах. Мĕншĕн-ха эпир тăвас ĕçе тăвайман? Ку тĕлĕшпе эпĕ хам, айăплине уççăнах ăнланса çитрĕм. Те вăхăтра тавçăрса илейместĕп эпĕ, те пĕлӳ çитеймен пирки, те питĕ çынна ĕненнине пула эпĕ йăнăш хыççăн йăнăш туса пытăм. Çирĕп шухăшласа пăхрăм та, ВИК председателĕ пулма эпĕ пултараймастăп. ВИК умĕнче малалла ĕçсем тата ытларах, тата анлăрах тăраççĕ. Суйланă чух çакна шута илсе астума ыйтатăп, — тесе пĕтерчĕ Изотов хăйĕн сăмахне.
Делегатсем нумайччен тавлашрĕç, тĕрлĕ шухăшлă пулчĕç.
— Хăйне пысăка хурас мар тесе çеç калать вăл! — терĕç пĕрисем.
— Тĕрĕссине каларĕ Изотов, çемçе чĕреллĕ вăл! — терĕç теприсем.
Татах сӳтсе яврĕç, кирлĕ çынсене шырарĕç, тавлашрĕç.
— Мана сăмах калама ирĕк парăр-ха, — лăпкăн каларĕ Станук Макçи.
— Кала! — терĕç ăна президиумран.
— Депутат юлташсем, тавлашрăр эсир, кĕрлерĕр, çавах председателе юрăхлă çын тĕлне пулаймарăр. Эпĕ сире тĕрĕссипе калăп. Председателе хут пĕлекен çынна, кунта çуралса ӳснĕ çынна, пирĕн пурнăçа тĕрĕс-тĕкел пĕлсе тăракан çынна, шанчăклă çынна суйлама сĕнетĕп...
Ăна каласа пĕтерме памарĕç:
— Кама? — тесе çухăрчĕç.
— Николай Петрович Вавилова! — терĕ Макçи.
— Тĕрĕс! — алă çупса ячĕ пĕтĕм зал.
— Тĕрĕс сăмах!
— Вавилова!
Николай Вавилов хирĕç калаймарĕ, мĕншĕн тесен ăна суйлани халăх ирĕкĕ пулчĕ.
Ытти кандидатурăсене тĕплĕн сӳтсе яврĕç. Юлашкинчен комиссисем суйларĕç. Уçкапа Хĕр-Ваçка çĕрĕç комиссине лекрĕç.
Пысăк чӳречесем витĕр зала тĕттĕмленсе çитнĕ çăлтăрлă пĕлĕт пăхма пуçларĕ; вăштăр-вăштăр çил, такампа вылянă пек, чӳрече кĕленчисем çине хăрпăк юра вĕçтерет.
— Юлташсем! — терĕ Вавилов халăха. — Съезд хăй ĕçне пĕтерчĕ. Суйланă çынсен ыран вунă сехетре кунта пуçтарăнмалла, халĕ пурсăра та, ура çине тăрса, «Интернационал» юрлама ыйтатăп.
Пурте ура çине тăчĕç, анчах никамах та юрлама пултарайман. Делегатсенчен нумайăшĕ «Интернационал» нихçан та илтмен.
Ура çинчен ура çине пускаласа, алăри çĕлĕксене чăмăртакаласа, пĕр-икĕ самант çынсем шăпăртах тăчĕç. Вара çамрăк землемер Ратунин, сарă çӳçне аллипе якатса илсе, вăйлах мар, анчах çирĕп сасăпа пуçларĕ:
Ылханлă, выçăхнă...
Çич-сакăр çын хутшăнчĕç:
чурасен...
Иккĕмĕш йĕркере юрлама татах вунă-вун икĕ сасă хутшăнчĕ. Хăюсăр пуçланнă юрă вăйланнăçем вăйланса, кĕвве кĕрсе пычĕ, унăн чăн сăмахĕсем хресченсен чĕрине-кĕрсе вырнаçрĕç, чăнах та, кивĕ тĕнчене тĕпренех аркатса, çĕнĕ пурăнăç тума вăхăт çитрĕ.