Вылять çырла пиçнĕ чух...
Вăйă юрри.
1
Ыйхă килменнипе шалт хăшкăлса пĕтрĕ Матви. Тепĕр çавра тĕлĕрсе илес тесе, темле те муталанса шăхрĕ вăл — ӳпне те выртрĕ, месерле те, хăяккăн та — çук, кăтăшĕ пурпĕр яхăнне те çулăхмарĕ ăна. Кĕçенийĕ, мăшăрĕ, хухма тытăннăранпах çапла-ха ку аптрашки — каçхи апат тунă хыççăн пĕр вăхăта сĕнк пулса илет те Матви автансем шарлаттарса авăтнипе вара шартах вăранса каять. Урăх, тем чул тăрăшсан-тăрăшсан та — çывăраймасть. Çитменнине тата, пĕр вăрансан, кравачĕ те çывăрттармасть-çке ăшхыппи этеме, майланса выртас тет кăна арçын, лешĕ, такама та ыйхăран вăратасла — лăчăр-лăчăр. Ăна, кивĕ пӳртренех юлнăскере, вăрçа тухса кайичченех ашшĕ ăсталаса хăварнă ятне усранă та усранă. Çĕнĕ пӳртчен тесе, лартăр та лартăр, тенĕ. Çитес çулла, акă, питравсем тĕлнелле, çурчĕ те хатĕр пулмалла-ха, пурăнма кĕмелĕхех, пилĕк стеналлăскер, чартаклă-верандăллăскер. Ара, çынран катăк пурăнмалла-и-ха ку чухне! Ретрен эреште пиреш çавăра-çавăра лартаççĕ те çурчĕсене, Матвипе Кĕçени вара вĕсенчен мĕнрен кая! Укçине те çителĕклĕ таранах пухса хунă, стройматериалне те кирлĕ чухлех янтăланă. Ниме харăслатасса анчах кĕтмелле. Ун чухне вара тинех кĕтнĕ ĕмĕт кĕрлеттерсе çитĕ: ялйыш пулăшнипе, кирпĕч çине кирпĕч сĕвемленсе, чаплă чул çурт çиçкĕнсе хăпарĕ. Тетте пек, саркаланса юрлас юрă пек, хĕвел сăнпитлĕ пулĕ çав çурт, иртен-çӳрене хитре илемĕпе кăчăк туртса ларĕ... Йывăç краватьне ăна, пĕр те пĕр шутласан, ашшĕ япалине вутта пăрахма шел теесрен, çулласенче вырткаласа тăма, пăта çапса унтан-кунтан хытарсан, кайран верандăна, курăнман çĕререх те вырнаçтарма пулĕ-ха. Путлĕ япалана ма ахалех тухса ăрахас, лартăр. Çăкăр ыйтмасть! Ара, аслине те, Динине, килес çул вуннă пĕтерекенскере, çакăнтах çуратса паманччĕ-и-ха Кĕçени, пульницана леçем тесе тăнă çĕртепех...
Матви, кравать лăчăр-лăчăрĕпе килйышне вăратас мар тесе, тăрса ларчĕ. Çывăраççĕ. Пӳртре, тин сунă сĕт шăрши евĕр, çăра та çумăр çапса уçăлтарасла савăк сывлăш тăрать. Ку сывлăшра — утиялĕсене сирсе пăрахса çывăракан ачасен тутлă тĕлĕкĕ, ӳт-пӳ лăштăр-лĕштĕрĕ, ăшвĕçменлĕхĕ. Каç хутнă кăмака ăшши çав-çавах пĕтмен иккен-ха. Кĕçени, «Шупашкарĕнчен тахçан çаврăнса килмелле пулать-ха, аре, тата хама пăхакансем ял кучченеçне те тутанса пăхчĕр», текелесе, каяс çĕр çĕрулмипе аш хупса хуплу-кукăль те пĕçерчĕ. Пĕр хутнăскер вара çăкăрне те хывса кăларчĕ. Халĕ, ак, хуплу-кукăльпе пĕрле ăшă çăкăр шăрши сăмсана кăтăкласа килентерет, кăкăра ыррăн-ыррăн çупăрлать.
— Матви, — тĕпел кукринче, чаршав хыçĕнчи вырăн çинче, кĕçĕн хĕрĕпе, килес кĕркунне шкула кайма çул çитекен Маринкăпа, çывăракан Кĕçени, упăшки тăнине илтсе, ун еннелле пуçне пăрчĕ. — Матви, пăх-ха, кăмака юшкине тайсах çитернĕччĕ-ши çавна? Тем, ăшша туртнă пек туйăнать...
Матви, тенкел лартса, юшкана тĕрĕслесе пăхрĕ: чăн та, тайсах çитереймен иккен.
«Кĕçĕннине, амăшĕ хулара чухне, аслипе вырттарма тивет, — ăшĕ хыпнипе кăмака кукринелле утрĕ Матви. — Тахçанах расна вырттарма хăнăхтармалла та — шăпăрлан, амăшĕнчен шит те хăпмасть вĕт. Ыттисем, ав, ура вĕçлĕ те пулин çывăраççĕ, чăй-чай мар Маринка евĕр. Кĕçени те... кĕçĕнни, тет пуль ĕнтĕ, хăйĕнчен уйăраймасть, шеллет. Шельмă, ача темерĕн, ку пур, юрать-и, юрамасть-и — пăхса тăмасть, тӳрех амăшĕ çумне пашлатса кĕрсе выртать. Ăт, куршанак хăраххи!» Матви куланçи те туса илчĕ ăшĕнче.
Çĕрĕпе пӳртре кăмака умĕнче ларнăскер, витрери шыв лĕп. Аша та кантармасть, иçмасса.
Упăшки кăмăлне пĕлнĕ пекех, Кĕçени те сăмах хушрĕ:
— Çăвар ăшчикки типсе çитрĕ. Пыр-ха, пусăранах ăсса кĕр..
Матви, лĕп шыва чугуна тултарса хăварса, картишне тухрĕ.
Кĕрхи каç, октябрь çурри иртнĕ пулин те, янкăр. Пĕр кана, çĕрулми кăларса пĕтернĕ тĕлелле, çанталăк, ун умĕн чипер хĕр пек чиперленсе тăнăскер, сасартăк сивĕтсе пăрахрĕ, ун хыççăнах ăшăтрĕ — юрлă-юпăнчăллă кунсем пуçланчĕç, пăртакрăн — уяртрĕ; çил карлама тытăнчĕ; çĕр пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕнех кушăхрĕ. Кĕçĕр, акă, лĕм çил те çук. Çăлтăрсем, çĕр çине кĕрхи кунра çакнашкал тăнăç каç аннăшăн Матвипе пĕрле хĕпĕртесе, мĕл-мĕл çиçеççĕ. Тӳпе анлăшĕнче ниçта пĕр сас-чĕвĕ те çук. Йăлтах темле канлĕ те шанчăклă. Лупасайĕнче, хӳтлĕхре, ĕне кавлени илтĕнет. Сурăхсем те, ахăр, ĕне çывăхнех выртнă пулмалла, вĕсем те, çăварĕсене тутлă япала хунă пек, тутисене пĕр чарăнми кăштăртаттараççĕ. Хур-кăвакалăн — хăйне патшалăх. Уçă çĕртех, апат такани çывăхне; пĕр ушкăна чăмăртаннă та какаксемпе нарт-нартсем, пуçĕсене çунаттисем айне хурса, каç серепине путнă. Сĕлĕ çисе хырăмĕсене сарнăскерсем, алăк сассипе те йăшăл тумарĕç. Хур аçипе кăвакал аçийĕ çеç, ушкăн пуçĕсем, алкум еннелле мăйăсене кăнтарса пăхрĕç те, кил хуçине палласа, сăмсисем витĕр йăлишĕн хуллен кăкăлтатса та нартлатса илчĕç, унтан каллех ленк пулса выртрĕç.
Çын шăршине сиссе-ши, кӳршĕ йытти çине тăрса вĕрсе ячĕ. Хăй сассине вăл кăлтăрмач пек кăлтăртаттарса тăчĕ те пĕр авăк, унтан — и-и, тупнă, кӳршĕшĕнех сас пĕтерсе айланма, хамăнах ăс çитмест çав, тăмпай! тенĕшкел, ячĕшĕн тепĕр икĕ хут хамлатса илнĕ хыççăн шăпланчĕ. Ахăртнех, йăвине кĕрсе пытанчĕ пулмалла, кайран пус сăнчăрĕн сассипе те йăшăл тумарĕ.
Шăплăх. Калама çук шăплăх. Ку шăплăхра хапха умнех кĕрлеттерсе çитнĕ кĕр хуйхи-суйхи те таçтах пек. Хĕл ларасси те... Анчах та ку шăплăхра ăстăна вĕтелесе илмелле пĕртен-пĕр çакă паллă: «Кур, çут тĕнчере пĕртен-пĕр çут тĕнче пур, этеме ырлăх та савăнăç, хурлăх та куççуль кӳрекен чăтăмлă, тӳсĕмлĕ пĕртен-пĕр çут тĕнче, аслă, вĕçĕ-хĕррисĕр тĕнче, илемлĕ, хăватлă тĕнче пур. Парăнман, пуç усман тĕнче! Тата çав тĕнчери санăн чуну, ырлăх та савăнăç, хурлăх та куççуль куракан санăн вилĕмсĕр чуну. Тĕнче пек аслă та чăтăмлă, тӳсĕмлĕ те илемлĕ, хăватлă вĕçĕ-хĕррисĕр чуну. Пĕрехмай телее, ырра çеç ĕмĕтленекен канăçсăр чуну. Çыншăн, çын телейĕшĕн пурăнакан канăçсăр чуну. Çынран, пурнăçран ыррине, лайăххине çеç кĕтекен пархатарлă чуну...»
Ыран Матвин çула ăсанмалла — Шупашкара, Кĕçение тĕп хулари тухтăрсене кăтартса пăхма каймалла, (Тĕрĕссипе, мĕн ыранĕ ĕнтĕ унта, çутăласпа, ирхи апатсем çисен, тапранмалла.) Юлашки икĕ уйăх хушшинче Кĕçени, тем, апат анманнипе аптăраса тăчĕ-ха. Какай шăршине тӳсми пулчĕ. Автан ашĕ ярса пĕçерсен те, пĕр хĕлхем пек ĕмсе пăхать те ыттине — ачасене парать. Сĕлĕ кĕлти пек тулли те нăкăскер, сахалтан та пĕр пилĕк кило чакрĕ пуль çав, пĕрехмай хухать те хухать. Апатне çимеллех ĕнтĕ ăна, ара, апатне çиеймен кам чун усракан пур! Сĕнмен мар, тем те сĕнсе пăхнă Кĕçение: пылне те, апельсинне те, юр-варне те — çук, пĕр апата та хапăлламасть вăл. Пĕрехмай чей те чей ыйтать. Хуппипе пĕçернĕ çĕрулмине çикелет ĕнтĕ кас-кас. Ăна та пулин чун усрамалăх кăна хыпкаласа пăхать, вара мĕн астивнипех тутă. «Эсĕ маншăн ытлашши ан хыпкалан-ха, Матви, анмасть пурпĕр ман», — тет те çырлахать. Аптранă енне район пульницине те икĕ хутчен кайса тĕрĕслеттерсе килнĕ-ха Кĕçение — çав-çавах чирĕ-мĕнĕ тупăнни палăрмарĕ. Ĕçпе пусахланă теесрен — юлашки уйăхсенче ăна вăйтанçи ĕç анчах ĕçлеттеркеленĕ-ха. Çĕрулми кăларнă чухне те кăçал йăран умне тăратман. Паранкине те тĕпсакайне хăйсем халлĕнех, ачасемпе, йăтса пĕтернĕ. Ак, халь кунти тухтăрсем Шупашкарнех çитсе килме калаççĕ. Пĕрех хут çуртпа айланма тытăнса тата. Нуша! Ку та, йывăççи, ĕмĕр ĕмĕрлеме çитмеллеччĕ, лартни те вунă çул ытларах кăна. Ара, мĕн мар-и, çынран катăк юлас мар тени мар-и — лайăххинчен лайăха ĕмĕтленни. Ку ĕнтĕ, çĕнни, пуласси, чул çурчĕ, ачасене юлать ĕнтĕ, луччĕ хăйсен ĕмĕрĕнче вĕсем пек ан тăрмашчăр, ыр курса пурăнччăр. Тахăшĕ юлать-ха тата кунта, тĕп киле. Пиллĕкĕн вĕт, пилĕк хĕр. Эх, шельмă, арçын ачи те кирлĕччĕ те вĕт тĕпкĕче, мĕн ĕнтĕ, мĕн тăвайăн ĕнтĕ турри паманнине... Çуртне ăна, халь пурăнаканнине, кĕлет вырăнне, пахча енне лартмалла пулать, çулла выртса тăма. Кĕлетне вара нӳхреп тĕлне: нӳхрепе кĕлетрен кĕрсе çӳремĕлле пултăр. Атту халĕ хĕллесерен унта, нӳхреп çине, юр хĕве-хĕве лартать, хырсах тăмасан — çуркуннесĕр те ним анса илейместĕн. Ытти хуралтăсене те пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн урăхла çавăрса лартма тивĕ. Халь йĕркене кĕртсе çитереймесен, кайрана шанмалли çук вара. Пĕрре харăслатса ĕçлесе ирттерсе ярас та ӳлĕм вара — канса çеç пурăнас. Ачасем вакă чух тĕпленсе çитес. Кайран унта тепле килсе тухас пур-ха. Ыттисен ачисем пек, ӳссе çитсен те «атте, ăна илсе пар, атте, кăна илсе пар», тесе çунтарма тытăнсан — çурăл та, пулăшасах пулать вĕт. Ниçта та кайса кĕреймĕн. Ачисем хамăрăн. Тӳррипе, камсемшĕн тăрăшаççĕ вĕсем халь Кĕçенипе иккĕшĕ? Вĕсемшĕн. Ачасемшĕн. Вĕсем пирĕнтен лайăх пурăнччăр тесе, вĕсен ырлăхĕшĕн...
Матви, алкум картлашки çине лăрса, пирус мăкăрлантарса ячĕ. (Пируспа шăрпăкне вăл паçăрах тĕпел кукрине шыв ĕçме кĕрсен кăмака карнисĕ çинчен илсе тухнăччĕ. Туртасса та ĕнтĕ вăл килте чухне, каçсерен, арăмĕпе ачи-пăчи лирус тĕтĕмĕшĕн кăмăлсăрланнăран кунта, алкумне, тухса туртать.) Ыррăн-ыррăн шухăшлать кил хуçи кил-терĕшре килес çул пуçланмалли савăнăçлăçĕнелӳ пирки. Лупас çунатти айнех, акă, пуленке шаршанĕпе юнашар кирпĕч шаршанне тĕкĕлесе хунă. Тăррине хуп витнĕ — юр-çумăр ан кайтăр, тенĕ. Ку — хĕрлĕ кирпĕч шаршанĕ. Кĕлетпе аслăк пуçĕсенче, пушă вырăнта — селикат кирпĕч шаршанĕ. !Кунашкал тетте кирпĕчпӳрте тулашĕнчен сăрма, хĕрлĕ кирпĕчпе меллештерсе, тетте эрешсем тума кирлĕ. Хапхаран кĕнĕ-кĕменех, сылтăм енче, пахча картипе шай — урай-мачча йалли хатĕрленĕ хăма купи. Чус хăма купи, çурт ĕçленĕ çĕрте унта-кунта çапкалама кирлĕ пулать тесе вйçĕмçулах çуртарса хунăскер — аслăк айĕнче. Унтах мачча каштилĕх янтăланăтăватă вăрăм пĕренепе струпилсем те. Никĕсне яма илсе килнĕ шлакĕ — урамра. Ăна çумăр та, юр та пăсас çук-ха. Цемент миххисене, сысна таврашĕ çăрса ан пĕтертĕр тесе, лаççа хунă. Унта хĕлле, сысна валли апатпĕçернисĕр пуçне, урăх нимĕн те тумалли çук. Тăрать çуркуннеччен. Çулла, аш-пăш хĕсĕкрех чухне, пӳрт тăвакансене мĕн çитерес теесрен — икĕ сысна хĕл каçать, ав. Ватта сулăннă таки те çавăн чухне хурана лекĕ. Чăххи-чĕппи те çирĕме яхăн. Пĕр çуррине хăюллăнах катертмелле-ха вĕсене. Çăвĕ-сĕчĕ, çăмарти теесрен — кивçене каймалла мăр, хăйсенех сĕтел тулли. Кăлпассийĕ, пулли, ара, — хулара та çителĕклĕ. Пĕрре ятарласа ларса кай та мĕн илес килнине нӳхрепе, пăр çине, антарса хур. Тата мĕн кирлĕ?..
Çĕнĕ пӳрт пирки шухăшланă май, Матвие ăшă-ăшă та канлĕ пулса каять. Ĕмĕчĕ-шухăшĕ, йăви тĕлне анас тăри пек, киленсе вăй та вăй вĕçет. Ара, вĕçмесĕр! Çав çурта курас тесе, мĕн чухлĕ тар, вăй тăкнă та. Пĕрре, тăвансене пухса, асăнмалăх çĕнĕ пӳрт ĕçки тумалла пулать ĕнтĕ. Кĕçени нирки шухăшласа кĕрсе кайсан вара...
Матви, картлашка çинче техĕмлĕн пирус тĕтĕмне пехлесе лараканскер, мăшăрне шыв ăсса кĕме шантартине аса илчĕ те, ваштах тăрса, пахчаналла васкаварлăн утрĕ. Пирус тĕпне пус кутне çитсен таканари шыва пăрахрĕ.
Шăлтăрма, сăнчăрĕпе шавлăн та тикĕссĕн чăнкăртатса, витрене тăруках пус анине печĕ. Пушă витре, алă сулăмĕпе ывтăннăскер, аннăçемĕн пурана леке-леке танклатрĕ, тепĕртакран, шăлтăрмари сăнчăр сӳтĕлсе пĕтеспе, сасартăк йăвашланчĕ те пĕр кана шыв çинче лăпланса выртрĕ. Матви, витре путнипе-путманнине курас пек, пус тĕпне тинкерчĕ. Пус хăвăлĕнчен, арçыннăн питне, кăкăрпе уçăлтарса, сивĕ сывлăш палкаса хăпарчĕ. Ăнсăрт шавпа хуйханнăскер вăл, Матви кăкăрĕнчен питĕпчен иртсе, янкăр шăплăха, çĕрлехи уçлăха туртăнчĕ. Пăртакран сăнчăр тăнк карăнчĕ: витре тулчĕ. Матви, сылтăм аллипе патваррăн сула-сула ярса, тиевлĕ шăлтăрмана çавăрма тытăнчĕ. Хăпарнăçем витрери пыв, каллех пурана перĕне-перĕне, шăпăр-шăпăр тăкăнчĕ, чĕрене, ăстăна килентерсе, çурхи тумлам сасси пек шĕнкĕл-шĕнкĕл сасă кăларса тăчĕ...
Кĕтмен çĕртен çак шĕнкĕл сасă тахçан-тахçан пулни-иртиине, çирĕм çул каяллине, ĕнтĕ манăçа та тама пуçланине, тепĕр канăçсăр та хĕпĕртӳллĕ каçа, Çĕпĕр тайгинче Кĕçенипе ирттернĕ пирвайхи савăкран та савăк каçа, Матви куçĕ умне тивлетлĕн те ыррăн сĕвемлерĕ. Анчах та ун чухне кĕркунне çитесси асра та çукчĕ-ха, çу пуçламăшĕ çеçчĕ, вăрманлă, кайăк сассиллĕ таврара çамрăк сухăр шăршиллĕ янкăрлăх тăрачĕ...
Çумăр систерсе-туса тăмасăрах лаштăрах ишĕлсе анчĕ тайга енне. Вăрман пĕр самантрах шаш-шурă пĕркенчĕкпе витĕнчĕ. Виç-тăватă утăмран мала та, кая та нимĕн курăнмасть. Пĕтĕмпех — тӳпи те, йывăçĕ те — шурă шурлăха путнă, тейĕн. Талккишпех, куçа йăмăхтармалла, — шурă, шурă, шурă...
Матви, пухнă сухăра литертан1 тимĕр каткасемпе турттарса тухаканскер, шалкăм çумăра тарăхса, ГАЗ-51 машина кабининче ним тума аптăраса ларать. Посетока çитсе ӳкем тесе хăвалас грузовика — ăçта унта: туххăмрах йăлт шапарнă. Асăрхаса çитереймесен, пăрăнчăкра пĕр-пĕр йывăç çине пырăн та тăрăнăн, машипăна лапах ватса пăрахăн. Э-эх, поселока паян та тĕттĕмлениччен çитмеллеччĕ те — пиçмерĕ пулас. Эсремет çумăрĕ! Кино илсе килмеллеччĕ паян клуба, акă мĕн! Паян курмă ĕлкĕреймесен, кĕт вара киноне çак упа шăтăкĕнче тата тепĕр икĕ эрне. Вĕсемшĕн, яш-кĕрĕмшĕн, савăнăçĕ те кунта çав кăна. Халь, ак, лар çумăр хăçан тамаласса кĕтсе. Тамалсан та тепле, те пулаять-ха ку çăрăлчакран çăлăнса тухаясси...
Мотора харам ĕçлеттерес темерĕ Матви — чарчĕ. Çумăр кĕрчĕ, вуçех картран вĕçерĕннĕ пек, хĕвет те хĕвет грузовика. Капот çинче те, кабина кантăкĕ çинче те, тăрринче те çумăр ачи-пăчи каçса кайса ташлать, тĕпĕртетет кăна. Урапа йĕрĕпе анаталла шарласа шыв юхать. Çапла пĕр сехете яхăн тулашрĕ, алхасрĕ тулăксăр çумăр, тайга çине тонни-тоннипе сиплĕ им тăкрĕ, унтан, килсе çапнă чухнехиллех, сасартăках лап сирĕлсен, анакан хĕвел çутипе тӳпе уçăлса, çуталса кайрĕ. Матви мотора чĕртрĕ, вырăнтан хускалчĕ. Грузовик малтанах, çĕр çумне çыпçăнса ларнăн, ураписене пĕр вырăнта нăйăлтаттарса тăчĕ-тăчĕ те хăват илсе пынăçемĕн, талпăнса туртакан вăкăрла, хуллен хăй йĕрĕпе упаленме тытăнчĕ. Матви пĕлет: çитеймест вăл пурпĕр кунашкал çулпа поселока. Темле тапаçлансан та — çитеймест. Ав, машина епле кутне-пуçне пăркаласа кăна пырать. Пăр çинчи пек. Руль кăлтăрмач пек çаврăнать. Апла пулин те, анаталла май Карăк çырмине çитес шанчăкĕ пур-ха. Матвин. Карăк çырминчен тăвалла хăпарма вара — ан та шухăшла! Типшĕриччен, трактор таврашĕ пырса пулăшмасан — ни-ни. Чăнкă ту вăл Карăк çырми тăвĕ, кăшт çумăр йĕпетсе кайсанах машинăпа ниепле хăпарма май çук чăрмав. Карăк çырминчен тăварах, тĕп çултан сылтăмалла йӳпленсе кĕрекен çулпа пĕр çур çухрăм пек кайсан — сухăр юхтаракансемпе пуçтаракансен вăхăтлăх пурăнмалли çурчĕ. Матви ĕмĕчĕ (кино-пуçу, эппин, мур тĕпне; Карăк çырминчен поселока тата тепĕр сакăр çухрăм çуран танкка-ха унта. Непуçь, ани-карчăк патне хăнана васкамастăн — кинона çеç. Кини те вăл, тепĕр тесен, тертленсе пăхса лармаллискер кăна-ха, кашни çичĕ-сакăр минут иртмессеренех ленти пат та пат çеç татăла-татăла каять, мăшкăл. Унашкал «ырлăха» ăна тепĕр икĕ эрнерен татах та кăтартас пур-ха) — çавăнта çитсе çĕр каçасси. Ирпе вара, çул типсен — поселока.
...Алăка яри уçса ярса: «Сывă-и, тайга уписем» тесе саламлама хавхаланнă Матви, куçкĕски умĕнче аялти кĕпи вĕççĕнех хăйне тимлесе тăрăкан çап-çамрăк хĕре курсан, сасартăках нимле мар пулса кайса, пĕр самант тăп хытса тăчĕ. Хĕр сасă еннелле пуçне вĕлт пăрчĕ те, пылчăкпа вараланса пĕтнĕ ют! çынна асăрхасан, шарт сиксе, çывăхри пӳлĕме чалт кĕрсе тарчĕ. Шалтан шăкăл-шакăл çаклатса лартрĕ. (Пӳрте, хăмапа пӳлсе, икĕ пая уйăрнă. Матви пĕрре кĕрсе тухнăччĕ кунта, пĕлет: тепри арçынсен пӳлĕмĕ.)
— Эй, чиперкке, ан хăра, хамăрăннисем! — тĕлĕнни иртсе кайма тытăнсан, тепĕртакран, хĕре хăюлланма хĕтĕртрĕ Матви.
— Кам вара эсĕ — «хамăрăннисем?» — йĕкĕт сас панипе чун кĕчĕ пулмалла хĕре те.
— Матви эпĕ, Никонов. Шофер. Химлесхоз шоферĕ. Буряран, — тунмарĕ йĕкĕт. Унтан хăй кĕçĕр епле кунта лекнине каласа кăтартрĕ. — Çук-им ыттисем?
— Чăнахах калатни эсĕ, суймастни? — шанмарĕ Матвие Кĕçени, (Ку вăл Кĕçени пулчĕ — Матвин пулас арăмĕ.)
— Чăнахах калатăп, çук, суймастăп, — тен, чăнахах та хĕр сехрине хăпартрăм пуль тесе, шанчăклăн тавăрчĕ каçхи хăна.
— Те вăрă-хурах-ха эсĕ, пĕлсе пĕтер сире. Çав-çав тесе ĕнентерсе ларăн та кайран вара мана хап! çеç вĕлерсе хăварăн, — пурпĕрех шанмарĕ Матвие Кĕçени.
— Ăт, пулать шанман этем! Каларăм-çке сана: шофер, терĕм. Матви, Никонов. Буряран! Мĕскер эс, пĕр сăмахах темиçе калаттаран! — алăк çывăхĕнчи сак çине лаштах пырса ларчĕ ĕшеннĕ йĕкĕт, ботинкисене салтрĕ.
— Эппин, сăхсăх!
Хĕр пупленине илтсен, Матви каçса кайсах кулма тытăнчĕ:
— Ухмантей! Хăма витĕр епле курăн-ха эсĕ эпĕ сăхсăхнипе сăхсăхманнине. Уç алăкна, ак, кур, сăхсăхатăп. — Хăй вăрă-хурах маррине ĕнентересле, пичĕ çине вĕлт-вальт хĕрес хывса та илчĕ Матви.
Кăлт сикрĕ алăк питĕркĕçĕ вĕлт курăнчĕ хушăкран хĕр пуçĕ. Матви ботинкисене хывса ларнине аçăрхасан, яртах уçса пăрахрĕ алăка Кĕçени:
— Эс, мĕн, çĕр каçмаллах килмен пуль те кунта? — куçĕ-пуçĕ чарăлса кайрĕ «читлĕхри кайăкăн». — Мĕн ботинкусене хывса ларан? Э-э, çо-ок!.. Сыр та уруна йăпар-япар — ăçтан килнĕ çавăнталла тух та таплаттар. Ха, кур-ха эсĕ ăна, кур — епле саркалайса ларнă вăл. Ют çĕрте мар, тăван килĕнче тейĕн çав. Атя, атя, тăр, ав, алăк хăлăпĕ юнашарах.
Кĕçени халь тăпкăл-тăпкăл шурă кĕпепе. Çӳçĕ те паçăрхи пек сапаланчăк мар унăн. Куçĕ пекех йăм-хураскерне, ăна пĕр çĕре, ĕнсе хыçне, пуçтарса çыхнă. Уринче те — шап-шурă туфли. Калăн: качча каяс хĕр!
— Ну, апла-тăк, мĕн ĕнтĕ, — лару-тăру пăтăрмахлă çиксе тухнипе хытах кăмăлсăрланчĕ Матви, хывма тытăннă ботинка шнурокĕсене тĕвĕлесе ларнă май, — хăни çавнашкалли пултăм ĕнтĕ эп. Мĕнех, каçару ыйтатăп, — çапла каларĕ те вăл пĕр саманта шухăша путнă пек кăн-н хытрĕ, унтан салтакла варт сиксе тăчĕ те чыс парса: — Ну, чипер юл, чиперкке. Чаплă тĕлĕк кур, канлĕ паппа ту, эп вĕçтертĕм. Кулянса ан юл, — тесе, алăкран тухса та çухалчĕ.
Йĕкĕт калла тăвасса кĕтменскер, хĕр те пĕр авăка тăн-н хытса тăчĕ. Ăн пырса кĕнĕ пек пулсан вара сасар-тăках хыпăнса ӳкрĕ те каçхи хăна хыççăн тулалла вирхĕнсе тухрĕ, унăн тайганалла кĕрсе çухалакан мĕлкине асăрхасан — чĕнӳллĕн çапла кăшкăрса ячĕ:
— Эй, тăхта-ха, тăхта! Чарăн! Çаврăн каялла! Йĕкĕт! — каччă чăнахах та хĕре итлесе каялла утма тытăнсан тин, çывхарарахпа, шăппăн тата çапла хушса хучĕ: — Епле-ха эсĕ капла çĕр хута пĕччен.
Ĕнтĕ йĕкĕте хĕр яшка та ăшăтса çитерчĕ, чей те вĕретсе ĕçтерчĕ, вырăн та сарса пачĕ, калаçмаллисем те (паллашнă чухне калаçмаллисем) паçăрах иксĕлсе пĕтрĕç пулмалла. Ыйхи те Матвие, ĕшеннĕскере, лапах пырса çулăхмаллаччĕ пек ĕнтĕ, хăйĕн чăпти çине хурса каймаллаччĕ пек, анчах вăл таçта, пуç мимин хăрах хĕрринче, сисĕни-сисĕнми тĕтреленсе тăчĕ-тăчĕ те, лĕп çил килсе хуйхатнăн, çăмăл пĕлĕт евĕр самантрах сĕвĕрĕлсе çухалчĕ. Шухăшĕ те унăн — Кĕçение курса хыпăнса ӳкнĕ шухăшĕ — танатана çакланнă мулкачла, хĕр тавра муталанчĕ, тек муталанчĕ. Выртсан-выртсан, хĕр пирки ăш вĕçтерсе тертлене-тертлене хăшкăлсан, тепĕр тесен, шухăшлама та пăрахас, манас ку шухăша, тесе те пăхсаччĕ Матви — анчах та мĕн-çке-ха, шухăшлам мар-шухăшлам мар тенĕ шухăшĕ, юри тенĕ пек, йĕкĕлтенĕ пек, пĕрехмай çулăхрĕ йĕкĕте, пĕрехмай çулăхрĕ.
Юнашарах, хăма урлă кăна, тепĕр пӳлĕмре, хĕр те йĕкĕт пекех ыйхине çĕтернĕ. Кас-кас вăл сисĕмлĕ варкăшпа кăкăрне лăш та лăш хăпарта-хăпарта антарать, йăшаланать, лăпланса выртать, каллех йăшаланать — ахăртнех, ун чĕрине тем вăркаттарать, тем пăшăрхантарать-тĕр. Сĕм-сĕм вăрман варринчи пӳртре мĕн вăркаттарать, мĕн пăшăрхантарать-ши хĕр чĕрине? Нивушлĕ хĕр чĕрине те Матви кăкăрне çатăрласа илнĕ кăвайтах тĕлкĕштерет? Юрату кăвайчĕ, çамрăк ӳт-пĕве вĕçĕм чаплăлатса тăракан мухтав юрри парнелекен кăвайт?.. Çурма çултан çаврăнĕччĕнши Матви каялла, хĕр ăна тухса йыхăрман-тăк. Кĕçени тăнăçне пырса хуйхатма хăю çитерĕччĕ-ши тепре? Çаврăнатчех, пырса хуйхататчех тепре. Кĕçĕр хăюлланаймасан та, е ыран ирпе, е хăçан та пулин урăх чух, сăлтав тупса та — тупмасăрах, килетчех Матви ку пӳрте тепре, килетчĕ те калаçса пăхатчех Кĕçенипе чунне уçса, тем тесен те, калаçса пăхатчех... Кĕçĕр вара, хĕр тухса ӳкĕтлемен пулсан, çав сасса илтес тесе чунĕ-чĕри тем пек йăлăнсан та (ырă çын çынна çĕр хута урама кăларса ямасть, çитменнине тата, тайгара) — çаврăнмастчех каялла. Е хĕре курнипе пĕр савăнса та хĕпĕртесе, е ăна шуйхантарса хăвармалла пулнишĕн пĕр кулянса та ӳкĕнсе, утатчĕ те утатчĕ вăл çĕрлехи çулпа поселока, теттĕме те пылчăка пăхмасăр утатчĕ те утатчĕ, е хĕр килĕнчен шутсăр аякках писсе каяс теменрен, ирпе ирех чиперккене курас шанчăка хăпартлантарнăран, çитетчĕ те грузовикĕ патне — выртатчĕ кабинăна кĕрсе, унта çĕр каçатчĕ...
— Çывăратăн-и эсĕ, Кĕçени? — чĕнсе, хуллен сас турĕ Матви. — Эн санран, мĕн, пĕр япала ыйтса пĕлесшĕнччĕ те...
Капла каласан, хăма леш енче чылайранпа шăши йăшаланнă пек сасă самантрах лап пулчĕ. Пăртакран: «Мĕн?» — тени илтĕнчĕ хыттăнах. Матви хăюлланчĕ.
— Çилленмĕн-и? — çав-çавах асăрханарах ыйтрĕ вăл.
— Пĕлместĕп. Каласа пăх. Тен, çилленмĕп те...
— Мĕн, ара, килĕшетĕн эсĕ мана, Кĕçени, шутсăр... Юр... Юра... Юрата...
Шан-н! тутарчĕ хĕр пĕчĕк чăмăрĕпе хăмана:
— Кай-рĕ! Тĕлĕк тĕллентĕн-им эсĕ!.. Çывăр!..
Шанк пулса выртрĕ Матви пĕр хушă. Чĕнмерĕ. Унтан, вăрахран, каччăн ăша путнă сасси каллех çиеле тухрĕ:
— Йĕкĕтӳ пур-тăр сан, Кĕçени, калаçса хуни, тĕв туни, качча тухма хатĕрленни, э?
— Пур пулмасăр! Пĕрре кăна мар, иккĕ те. Ия, çапла! — терĕ те хĕр шан-н! тутарчĕ хăмана каллех. — Асту, çывăрсан çывăр, пăшалпа кĕрĕслеттеретĕп ак. Кунтах çакăнса тăрать. Ан вĕçтер ыйха, çывăр. Выртан, пуп пек лĕпĕртетсе…
Çук, пурпĕр çывăраймасть Матви. Утиялне, çывăрам тесе, пуç çинченех витĕнсе выртсан та — çывăраймасть ыйхи килмест. Шухăш аптратать ăна, юрату кăварĕ хыптарнă шухăш. «Эх, пуплеме пĕлмен чĕлхе! — сăмах еккине килтерейменрен, хăйне хăй ятланçи те туса пăхать вăл. — Тăрпалтай. Юрату çинчен пакăлтатмаллаччĕ-и ĕнтĕ ăна çăвар уçнă-уçманах. Хăш енчисем, кунта хăçан килнисем çинчен ыйтса пăхмаллаччĕ пĕрех хут малтан...» Анчах та калаçу ăнманран — шарламасть...
Кĕçение те шухăш аптăратать, именчĕк-вăтанчăк шухăш...
Ирхине, тахăш вăхăтра вăранса кайнăскер (тукмакне хăпартманнипе, стена сехечĕ те чарăнса ларнă иккен), Матви хăй куçĕ умĕнчине хăй ĕненмест: сĕтел варринче, сăмсана кăтăкласа, ирхи апат пăсланса ларать, хуралма ĕлкĕрнĕ кĕпине унăнне çуса-утюгласа, кравать пуçĕнчи тенкел хыçне çакса хунă, ботинкине те пулин, лапраллă ботинкине, çĕркаç тасатса хума маннăскере, йăлтăркка пуличченех кремлеме ăс çитернĕ вĕт-хă апăрша хĕрĕ. Хăçан, хăш вăхăтра тăрса çакăн чухлĕ ĕç ĕçлесе тăкма ĕлкĕрнĕ-ха йĕкĕт пекех чăлăм куç хупса илнĕ Кĕçени, хăçан, хăш вăхăтра?.. Матви савăк кăмăлпа йăпăр-япăр сиксе тăчĕ те тумланчĕ, çăвăнчĕ, апатне кăп-кап хыпкăларĕ те, тав туса хăварса, татах та килме пулса (чĕнсен-чĕнмесен те!) — грузовикĕ патне тухса та чупрĕ. Асăтма Кĕçени те пычĕ...
Тайга вăранать. Пин хĕлĕхлĕ, çав тери пысăк кĕслене ĕнернĕ пек, тавралăх хуйханман кайăк сассипе ян та ян янăраса тăрать. Ирĕккĕн, сарлакан сывлать çут тĕнче. Сиплĕ имĕпе ӳт-пĕве, ăстăна ӳсĕртет, кăмăла, чун-чĕрене çĕнетет. Пĕтĕм чĕрĕ чуна чĕрĕ кун пиллесе, хĕвел хăпарать.
Ирхи ĕнтрĕкре те, Матвипе Кĕçени хушшинче те — хĕвел, кайăк сассиллĕ чиперлĕх, юрату...
Шăлтăрма çаврăннăçем, алă сулăмĕпе чӳхенсе, шĕнкĕл-шĕнкĕл тăкăнать витрери шыв. Асаилӳ çемми евĕр вăл — пĕр кĕвĕллĕ, шанчăклă, инçе... Çенĕк алăк сасси пулчĕ: пусма çине Кĕçени тухса тăчĕ:
— Матви, Августина таврăнмарĕ-çке пирĕн кĕçĕр. Çĕр хута ăçта çӳрет-ши тата, мур хĕрачи. Ăт, апăрша! — терĕ вăл хыпăнса, упăшки час кĕменрен унпа калаçас кăмăлĕпе.
Чăн та, ара, Августина вырăнĕ пушахчĕ-çке пӳртре, минтерĕ те тĕкĕнменнипех выртатчĕ. Паçăр çавна епле асăрхасах çитереймерĕ-ха! Матви?
— Сана та каламан-и? — пус кутне çитсех тĕпчевлĕн пăхрĕ упăшкине хĕрĕшĕн ăш вĕçнĕ Кĕçени. — Таçта клубĕнче, танцинче-мĕнĕнче тытăнса юлчĕ пулинех, тесеттĕм. Ак, халь тул та çутăлать. Вăл çук та çук.
— Çук, каламан, — пусран кăларнă шыва кăмака умĕнче тыткалакан витрене тирпейлĕн ячĕ кил хуçи.
— Ара, капла таранах нихăçан та çӳрекен марччĕ-çке. Элле, çула май, хĕреснамăшĕ патне кĕрсе юлчĕ-ши? — шар-р турĕ амăшĕн чĕри.
2
Турчăка Кулисен чул пӳртĕнче (вĕсен тепĕр пӳрчĕ те пур-ха, йывăç пӳрчĕ — пилĕк стеналли) çĕрĕпе ĕçкĕ кĕрлерĕ. Тӳррипе, мĕн ĕçки. Хĕр илсе кĕнипе хăпартланнă яш-кĕрĕм, Виталий тусĕсем, ун тăванĕсем тăрăх салтак кĕрсе самаях хĕрĕнкĕленнĕскерсем, халĕ тӳпелемех май пуршăн хĕпĕртесе, сĕтел çине тухса ларнă эрехе янк та янк анчах пушатрĕç.
Шавлăн калаçрĕç, шавлăн ĕçрĕç.
Хвеччис та, Турчăка Кули арăмĕ, ывăлĕ ним каламасăр-тумасăр килне хĕр илсе килнипе хыпăнса ӳкнĕскер, Динăпа Виталий тавра кускаласа çӳрет: капла шăтти-патти хăтланнăшăн пĕрре, юратса, ывăлне пыра-пыра хăтăрам пек тăвать, тепре: «Пĕр-пĕрне килĕштеретĕр-тĕк, илсе кĕнĕскер, халь ĕнтĕ», тесе, Дина çумне пыра-пыра чĕвĕлтетет.
Дина — шарламасть, кĕтет. Турчăкасем патне кĕп-тĕртеттерсе кĕрсенех вăл, кулкаласа, ку япалана шӳт вырăнне çеç ĕненсе лараканскер (ара, ăçтан чăннипе ĕненĕн: шкул ачи вĕт-ха, вуннă та пĕтермен!), ларсан-ларсан, чăнах та, япали шӳт маррине ăнкарма тытăнсан, хыпăнса, малалла мĕн пуласса кĕтет. Сăлтав тупса (темрен тем сиксе ан тухтăр!), кунтан епле çăлăнса тухасса тĕвĕлет.
Турчăка Кулийĕ те, «илне каç енне кăна таврăннăскер (Турчăка Кулийĕ колхоз правленинче счетоводра тăрмашать), ывăлĕн ку чухнехилле мар путишне кура тăркач, фуфайкине çекĕле пенĕ-пемен, çилли килнипе, тилĕрме тапратрĕ. «Эс, мĕскер, тăмана-им, совет саманинче хĕр вăрлама юраманнине те пĕлместĕн-им, ухмах! Кам пур халь хĕр вăрлакан! Е, патша вăхăтĕнчи пек калаçса татăлмасăрах юрать, терĕн-им! Нимуй! Е ним çĕр-мĕнсĕрех тĕрмене кайса çĕрессӳ килет-и! Сурăх! Хĕрĕпе калаçса пăхрăн-и хăть, э? Хĕру çав Матви хĕрĕ-и-ха? Вуннă та пĕтерменскер-и? Вăт тăмана! Пуçпа шухăшласа тăватăн-и эсĕ çакна е мĕнпе те пулин урăххипе-и? Вăт тăмана-тăк тăмана эс! Ыран çара ăсанас çын — киле хĕр илсе кĕрет! Шкул ачин çамрăк арăмăн вара сана, читлĕхри кайăк пек, икĕ çул кĕтсе пурăнмалла тет-и-ха? Э-э, кĕптĕрт-каптăрт, тавай, халех кăларса яр хĕре, ял çинче ята ан яр... Ăçта-ха хĕрĕ, калаçам унпа,» — Виталие тăкăлтарчĕ кăна ашшĕ. Виталий, пĕртен-пĕр ывăл, амăш ачашĕ, ашшĕпе пит картсах ӳсменскер, ӳсĕрскер, тытрĕ те Турчăка Кулине хулĕнчен сĕтел хушшине, хăйпе юнашар, карт туртса лартрĕ. «Эс мĕскер, эс мĕскер! — ывăлĕн çирĕп аллинчен вĕçерĕнесле, тăлт-талт сиккелерĕ ашшĕ. — Парам ак сана пĕрре хулран тытма!» — «Ну, атте, чарăн, çитет, хамăрăнне хамăр пĕлетпĕр. Хĕрĕ те хирĕçех мар. Вунă класне вăл, кала, тепĕр çур çултатах пĕтерет. Эпĕтаврăниччен, ак, ватăлса та ларĕ. Кайран кама кирлĕ унашкал çимĕç, — çапла мăртлатрĕ те йĕкĕт çамрăк ăйăревĕр лĕхĕл-лĕхĕл туса пăхрĕ. — Атя-ха, тыт луччĕ, янклаттар пĕрех хут, ывăлу телейĕшĕн ĕçсе пар. Эп, мĕн, сан тăван ывăлу мар-им? Пĕрехмай тулхăран, тулхăран».
Капла каласан, ашшĕ, Турчăка Кулийе, ывăлĕ çинекăн-н пăхса илчĕ те — лĕпсĕр-р пулса кайрĕ, « Пилсĕр!» — тесе кăшкăрса пăрахасси килчĕ те унăн çак «ачăка», темрен-тем тапранса ан тухтăр тесе, нимĕн те шарламарĕ. Вара, ăшĕнчи çавраçилне пусарма, умĕнчи çур стакан пек эрехе яп ярса тытрĕ те сывламасăр-тумасăрах ĕçсе, пачĕ. Çыртрĕ. Унтан татах ӳпентерчĕ. Урăхран хушша-хуппа кĕмерĕ вара. Ури утайми пуласпа, «çул курки» текелесе, тепĕр çĕр грамм пек çуттине çăварне чӳшкĕнтерчĕ те, тайкалана-тайкалана, йывăç пӳрте каçса выртрĕ.
Такамран илтнĕ Виталий: вăл Турчăка Кули ачи мар имĕш. Яла çутă кĕртекенсем (пралук каракансем) килнĕ иккен те, Турчăкасем патне хваттере чарăннă пулать. Пĕр икĕ уйăх пек пурăннă-мĕн çавсем. Ара, ял пĕчĕк мар, икçĕр кил ытла, кар та кар пралукне юпаран юпана, кашни пӳрт патне илсе пыр, çутă кĕрт.
Иртет вăхăт. Хайхи лешсем, çутă кĕртекенсем, ĕç пĕтерсе урăх çĕре ăсансан, тепĕр сакăр уйăхран ытларахран, Турчăкасен, пĕрлешнĕренпе пилĕк çул латлă пурăнса та тĕлленменскерсен, ывăл ача лапах тĕнчене килет. Сап-сарă питлĕ те кăп-кăтра хура çӳçлĕ ача. Шăп та лăп çутă кĕртекенсенчен пĕрне хывнăскер. Çавăн хыççăн Турчăки Хвеччисне патаклама та пăхнă-мĕн те (ара, халăх çăварĕ хапха-çке, çилсĕрех уçăла-уçăла хупăнать) — ăçта унта Хвеччиспа! Хвеччис хăйне хĕнеттерĕ-и, чĕлхи унăн çу сĕрмесĕрех епле йăкăшт-йăкăшт шукалать те — шеремет, такамăн пăрлă чĕрине те туххăмрах ирĕлтерме пултарĕ. Упăшкине пушшех те! Турчăки хăй кайран-кайран та кăтра пуçлă ачишĕн (ара, Кулин хăйĕн çӳçĕ хăп-хăмăр-çке) арăмне пĕрре кăна мар тăкăлтарса илнĕ-мĕн те, Хвеччисĕ вара кашни хутĕнчех упăшкине «санăнах» тесе ĕнентернĕ пулать. Виталий умĕн те, ун хыççăн та вĕсен килĕнче сăпка таврашĕ урăх пĕртте курăнмасан та, упăшкин çав тĕлĕшпе кăс-кас тăвăлса килнĕ кăмăлне майласа пыма пĕлнĕ-пĕлнех чее хĕрарăм. Упăшки вăрлăхсăррине пĕле тăркачах, вăл кил-терĕшре те, çын çинче те ăна ырласа кăна тăнă: «Ман Куля пекки камăн пур, ĕçчен, маттур, çынсен арçынниеем лек, арăмĕ çине алă хумасть, ăннă ман пурнăç...» Сăмаха шăрт май шăлнă та шăлнă. Ашĕнче вара упăшкине килĕштерсех кайман пулин те, çутă кĕртекенпе ăсталанă çылăхне чĕлхипе пытарса пурăнма ăс çитернĕ-çитернех хăй. Ара, ăçтан чухласа пĕтерейĕн-ха хĕрарăм кăмăлне? Хвеччисăнне тата пушшех те! Лаптак та путăк-путăк питлĕскер, вăл арçын иленессе кĕте-кĕте ывăнса, вăтăралла тин качча тухса тĕпленме май килнипе лаштах сывласа янăскер, ăш выртман упăшкине шалта тем чул тарăхсассăн та — тарăхнине çиеле кăларман-кăларманах. Тем чул кăларас тесен те — кăларман. Сăн-пуçран катăккипе, чун килĕштерекен йĕкĕте савма, шăкăл-шăкăл калаçса ларма мехел çуккипе (ах, хитре мар хĕрсене савмаççĕ-çке каччисем те!) çуннă, тарăхнă, ӳпкелешнĕ шалта, анчах та нимĕн те тăвайман. Çӳремен унпа пĕр йĕкĕт те, никам та ăна каçсерен вăййа чĕнмен, ыталаман, чуптуман, çепĕç-çепĕç сăмахсем каласа чĕрине пыллăхлатайман. Ара, тен, çавăн ,тарăхнех-тĕр, Турчăки килте çук чухне ним намăс-симĕсе пĕлмесĕр пилĕкрен пыра-пыра ыталакан чалтăр-чалтăр куçлă, тĕм кăтра çӳçлĕ качча, çутă кĕртекене, хăйĕн карăнса тăракан саппун кантрине салтма ирĕк пачĕ пуль..."
Шăп та лăп çавăн çинчен, хăлхине ахальтенех мар пыра-пыра кĕнĕ йӳплĕ сăмах çинчен, систерсе хучĕ те ĕнтĕ ашшĕне чăрсăр ывăлĕ.
Шавласа-кĕрлесе йăлăхнă яш-кĕрĕм, сăмах сăмалинчен сирĕлме ташласа та пăхас терĕ. Виталий хăйĕн хут-купăсне туртса кăларчĕ: йĕкĕт кĕвве-çемме ăста. Каччă хуткупăс чĕнне хулпуççийĕ урлă уртса ячĕ те тӳрех чăваш кĕввине нăритлеттерме тытăнчĕ: нăрит-нăрит, нăрит-нăрит, нăрит-нăрит, нăрит-нăт. Эх, тӳрĕ те вара ӳсĕр яш-кĕрĕм урăм-сурăм ташша пĕр вăхăт, урай хăми авăничченех кĕрмешрĕ. «Атьăр-ха, Динăна та ташлаттарар, курар çĕнĕ çын йăкăш-йăкăшне!» — хĕр патне виççен тан таплаттарса пычĕç те, — лешĕ шат та пат килĕшмерĕ кусен кăмăлĕпе. «Ташлăр, ташлассăрсем килсен, тархасшăн, мана ан чăрмантарăр-ха, ура ыратать», — хирĕç çапла çеç евитлерĕ вăл. Хвеччис та, Дина çумне сăвăс пекех лат çыпçăнса ларса ăна хăй епле качча тухнисем-мĕнсем çинчен илемлĕ халап каласа кăтартаканскер, хĕрĕн ташлама кăмăлĕ çуккине кура (Турчăка Кули шавланă хушăра чее хĕрарăм Динăна шала, чаршав хыçне, илсе кĕме ăс çитерчĕ), урăм-сурăм яш-кĕрĕме каялла, сикки сикнĕ çĕре, хӳтерсех кăларса ячĕ: «Тупнă васкамалли, ĕлкĕрĕпĕр-ха, ак, мехел çитсен хăех ташласа кăтартĕ. Пырăр, пырăр, тухăр кунтан, чăрмантарса ан çӳрĕр!» — «çĕнĕ çын» сăмахнех кĕвĕлентерчĕ Виталий амăшĕ.
— Аре, мĕн тесеттĕм-ха эп, мĕн каласаттăм? — шухăш çиппи варт татăлнипе чĕлхесĕр çын пек пĕр саманта шанк хытса тăчĕ Хвеччис. — И-и, аре, мĕн тесеччĕ-çке, вăт ăну-пуçу, аре, çапла-çке, аре, çапла... Хайхи вăйăран пĕрре ăсатса ярать çакскер мана, тепре. Асатмассерен шăкăл-шăкăл калаçать, пурнăç тăвассисем пирки пуплет. Эп (эх, мăнтарăн хĕр чĕри!) итлес мар-итлес мар тенĕ çĕртенех, итлетĕп-итлетĕп унăн чуна çывăх сăмахне. Хамăн ĕнтĕ, хĕр йăлипе, хапха умĕче ячĕшĕн пăртак тăнă-тăманах, йĕкĕте ырă каç сунса, алăкран паçăрах кĕрсе тармалла пек ĕнтĕ. Манăн вара, ухмахла, кĕрес тенĕ çĕртенех урасем вырăнтан та хускалмаççĕ. Куля вăл, ху куран, чат хитре сăн-питлĕ этемех мар. Хыççăн çӳрекенсем унсăр пуçне татах та пурччĕ те — пыл чĕлхин çепĕçне саврăм мар-и, аре, мĕн çав, ăнах килĕштерсе пăрахрăм, мура. Эккей, ăçтан килĕштермесĕр тăрăн-xа унашкал арçынна: чĕлхипе, эх, çăвать, эх, çăвать. Ман тавра, кантăр уйĕ çине тапăнма хатĕрленнĕ çерçи ратти пек, пăр та пăр çаврăнать. Кунçулăмăр пыл та çу пуласса шантарать, качча тухма ӳкĕтлет... Пуç тăрне шетникĕ-шетникĕпе ырлăх тăкăнать-тĕк, ăçтан тӳссе тăрайтăр-ха ĕнтĕ хĕр чĕри! Кĕр пулттипе вара, Куляпа çур çул пек «калаçкаласа» пурăнсан, хайхисем пирĕн пата хăтана та персе çитрĕç: амăшĕпе ывăлĕ. Ун чухне Кулян амăшĕ те чĕрехчĕ-ха, ывăлĕ пек мар хаяр карчăкчĕ, мур илесшĕ. Хăйĕнчен шит те малалла ирттерместчĕ. Нихăçан çĕре кĕмесле, пăрçа пек хытăччĕ, кермен çурт-йĕр çавăрса лартма хапсăнатчĕ. Аре, пуян хĕрĕ пулнă мар-и вăл! Совет самани ăна ашшĕ çурт-йĕрĕ пирки ĕмĕрлĕхех мантарсасăн та, упăшки килĕнче те пулин, чăх вĕçсе каçайми хуралтă хăпартма хапсăнатчĕ çавскер. Нумай хапсăнакана турă çул памасть тенĕшкел, çак чул çурта купалаттарсан, чылаях та пурăнаймарĕ этем, тепĕр пӳртлĕх пĕрене кăларма кайсан (ох, тĕреклĕччĕ карчăкĕ!) йывăç айне пулса сусăрланса юлчĕ те, юн сурма тапратса, часах çĕре те кĕрсе выртрĕ. Ахăртнех, ăшĕ тапраннăччĕ пулмалла унăн, шереметĕн. Пӳртне, йывăç пӳртне, пятистеннăйне, хамăр тĕллĕнех, Куляпа иксĕмĕрех, майлаштарса çитертĕмĕр вара. Ия, юрĕ, вăл-ку пырĕ-ха, эппин... Вăт çапла, пырса кĕчĕç хайхисем пĕр каçхине пирĕн пата. Хĕр çураçма. Хăйсен тына пăрăвĕ кĕçĕр кĕтӳрен киле таврăнманни пирки, ăна шырама тухса йăлт хăшкăлса пĕтни пирки, йĕрĕ шăп та лăп çакăнта илсе çитерни пирки танлăн та тивĕçлĕн халаплама тапратрĕç — ман пирки шак хураççĕ, эппин. Аттепе анне те, хам та, вĕсем килессе малтанах пĕлсе тăраканскерсем, сăмах-юмаха шутсăр шĕветсех ярас мар терĕмĕр. Пурте, калаçса татăлнă пек, расах персе ятăмăр: тына пăрăвăр кунта, чăнахах та кунта, пĕлсе килнĕ, килти пек пулăр, иртĕр тĕпелелле, терĕмĕр. Тепĕр икĕ, эрнерен вара, кĕреке валли мĕн кирлине хатĕрлесе çитерсен, шеп кăна туй туса ирттертĕмĕр. Пĕркенчĕкпех, хĕр йĕрри йĕрсех. Эх, пĕркенчĕк айĕнче йĕреп-йĕреп хам, хĕр ĕмĕри иртсе кайнăшăн кулянап-кулянап. Иртерех тухса вĕçмерĕм-ши качча, тен, тата тепĕртак тăхтамалла марччĕ-ши тесе, хӳхлеп те хӳхлеп. Аре, çав ĕнтĕ пирĕн, пĕркенчĕк айне тăрасскерсен: иртнишĕн куççульпе кулянатпăр, ӳлĕмхи — карăнса пăхсан та курăнмасть-ха. Çук, пĕртте ӳпкелеместĕп пурнăçа. Аре, ма ӳпкелешес? Куляна манне, упăшкама, ырласа кăна тăмалла. Çын çинче те, килте те сумлă, ятшар. Чĕкеç пек вăл ман, никама пĕр сивĕ сăмах каламасть. Ĕçĕнче те, кĕнцелерте, шутпа шăкăлтаттарса ларнă чухне (шăтавут-çке-ха ман Куля) тарăхмаллисем тупăнкалаççĕ, теççĕ те, хушăран — çилленсе çăвар та уçмасть, тет. Шутне çеç хытăрах шакăлтаттара парать, тет, тарăхнине ирттерсе яма. Ав, епле вăл ман Куля. Витали те, ывăлăм, ашшĕнех хывнă пулмалла çав. Аре, чисти кăвакарчăн пек вĕт. Лăпкă. Çапăçмасть. Ия, пируспа айкашкалать ĕнтĕ пăртак. Эп ăна, ун пеккине, мĕн теп, аре, арçын пирус та туртмасан, мĕнле арçын вара вăл теп. Турттăр, халь ĕлĕкхи мар, сывлăхне юравлă тытсан — ма чарас. Татат мĕн тет-и, пирус тĕтĕмĕ пуç мимине лайăхрах ĕçлеттерме пулăшать, тет-и. Руль тытса пынă чухне шухăша сирсе пыма аван, тет. Аре, шофер-çке ман ывăл, ху пĕлен. Çук, çук, ниепле те тиркеме май çук ман ывăла... Ман ывăл пекки-и? Сăнран кăна кăшт шухăрах пек. Кăмăлĕ унăн ылтăн, ылтăн, хĕрĕм. Ак, пĕрле пурăнма тытăнăр-ха, сирĕнтен чĕвĕлти çемье те пулмĕ. Алă çинче- çĕклесе çӳрĕ сана. Каларĕ тесе калăн, ак. Курăн. Телей пурнĕ сана, хĕрĕм, телей. Ĕçет тесе тиркешес шуту пуртăк, аре, кам ĕçмест халь пирĕн пурнăçра. Пурте ĕçлеççĕ. Халь пурнăçĕ те, аре, çав май карĕ те, ĕçкĕсĕр пĕр ĕç тума çук вĕт. Иçмасса, чăх мăйне таттарма та ку чухне çур литр лартмалла та. Тĕлĕнмелле! Хамăрăн, ав, юнран темрен — хăранă пек хăраççĕ. Халь мĕн-ха, çитет çынна кĕленсе, терĕм, хам ăсталантăм. Тытатăп та чăххи-кăвакалне-хурне тырă сапса лачлаттаратăп кăна мăйĕнчен. Ия, такам карланкине çур кĕленче çуттине пехлеттериччен. Укçа вĕт вăл. Укçана вара, хĕрĕм, тума пĕлес пулать.
Сĕтел хушшинчен ӳсĕр Виталий çуйхашни илтĕнсе кайрĕ.
— И-и-и, аре, мĕн капла пушăлла хантăртаттарсаларатпăр-ха эпир, çăвару ăшчикки те паçăрах типсе çитрĕ пуль, чим-ха, чим, сăра ăсса килем, — Хвеччис, шăй-шайпа шарт сиксе, темрен тем сиксе ан тухтăр тесе (ӳсĕр йыш мĕн хăтланасса пĕлес çук, Виталин те картран иртсен ним латти çук, кĕçĕр хăть Дина умĕнче на-мăс ан кăтарттăрччĕ), тĕпеле ывăлĕ патне йăкăртатрĕ.
Тĕпелте Виталин урмăшнă сасси ян-ян тăрать. Купăс каласа хăшкăлнă хыççăн çуттине тата пăртак тăрланăскер, Виталий халь тус-юлташĕсене килĕнчен хӳтерет:
— Çитет! Ĕçрĕр-çирĕр, тасалăр! Çитет харам эрехе кӳпсе ларма. Тупăннă паттăрсем! Тавай, тавай, хăвăртрах йăраланкалăр, атту! — шан-н тутарать чăмăрĕпе сĕтеле. — Тухсан тухса кайнă пулăр, унсăрăн!..
Амăшĕ те, лиска йытă пек, кунтах кускаласа çӳрет: — Чим-ха, чим, ывăлăм, чарăн. Лăплан, — ушкăнран пăрма хăтланса, ачине чаршав патнелле сулăнтарать Хвеччис. — Хăвна йĕркеллĕ тыт-ха, ывăлăм. Динăран аван мар, итле. Эх, сана...
Вара, шăв-шава лăплантарма, эрехпе шӳсе анкă мин-кĕленнĕ яш-кĕрĕме сăмах тĕксе хурать:
— Пырăр, пырăр. Вăхăт ĕнтĕ саланма та. Сăра сакки сарлака у. Кун чухлĕ ларнипе те çитĕ. Çур çĕр те паçăрах иртрĕ, ав. Пирĕн те çывăрмалла.
Ывăлĕ çав-çавах янăрашать:
— Сехетре тăхăрвунă çухрăм хăвăртлăхпа анаталла.Çил пек. Тепĕр грузовик çуммипе. Çумăрта. И-и-и, — пушă стакана лашт! çавăрса çапать урайне. — Ха-ха-ха!..
Тус-юлташĕсем, унăн ӳсĕрле хăтланăшĕсене хăнăхса çитнĕскерсем, пăтăрмахĕ тата шаларах сĕкĕнсе кĕресрен пăрăнса (пĕлсех тăр; урмăшĕ тапрансан, Виталий çапăçма тытăнать), тепрер черкке янклаттарчĕç те пӳртрен вăр-варах тухса кайса пĕтрĕç.
Динăна та, Августинăна, ӳсĕр йăслав йĕклентермеллипех йĕклентерсе çитерчĕ. Унăн ăссăрла танатана çакланнипе кӳтсе çитнĕ чĕри çак нĕрсĕр каçа тарăхрĕ, хирĕçлерĕ, тула, ирĕке талпăнчĕ. Çак самантченех, яш-кĕрĕм килĕсене тухса кайса пĕтичченех, ĕнтĕ шанма юраманнине пĕле тăркачах, вăл çылăха кĕрсе курман чунĕпе тĕмсĕлсе çав-çавах теме шанчĕ, çав-çавах теме кĕтрĕ. Ним шанмалли, ним кĕтмелли юлманнине курсан вара тăчĕ, плащне илчĕ, тӳррĕн алăк патнелле утрĕ.
Хвеччис, ывалĕпе айкашаканскер, Дина алăк патне утнине асăрхасан, йăшăл-л чĕрĕлчĕ:
— Эс тата ăçталла капла, хĕрĕм, япалан йĕрки пурун, чим-ха, — Динăна хулĕнчен çатăр-р пырса тытрĕ хĕрарăм. — Тăхта! Эс, тем, кутăнла шухăш тытмарăн-и? Дина, тăнла-ха, хĕрĕм, Дина?!.
Виталий, Динăна халь тин пуçласа курнăн, хĕре чăр-р пăхрĕ те çулне пӳлчĕ. Амăшне аяккалла сирчĕ:
— Эсĕ, анне, пыр, кайса кан. Эпир — хамăрах.
Хвеччис, ывăлĕн сăмахĕпе килĕшсе, йăл-л кулчĕ те, Динăна çурăмĕнчен лăп-лăп лăпкаса хăварса, тепре калаттарасса кĕтмесĕр, пӳртрен вăшт çеç тухса çухалчĕ. Ун хыççăн алкум алăкĕ çеç халтлатса юлчĕ. Тухсан вăл, Хвеччис, çамрăксем мĕн хăтланаççĕ-ха текелесе, картишĕнче кăшт тăнлакаласа тăчĕ, вара, шалтисем шутсăрах сас чĕвĕленменнипе лĕкĕрт савăнса, хапхана сăлăп ячĕ (аре, кин кĕртес вăхăтсем те çитрĕç вĕт-ха: хĕрĕ сăпай, тарават, ăçчен. Килте ĕç пуçтаракан çын пулать вĕт-ха паянтан — кин. Атту пĕтĕм хĕрарăм нуши Хвеччис çине тиенетчĕ. Ырантан ĕнтĕ ку уртмаха Хвеччис яланлăхах Дина мăйĕнчен уртса ярĕ. Хăй вара ыр курса, кĕтĕр-кĕтĕрленсе кăна пурăнĕ), йыттине сăнчăртан вĕçертрĕ, унтан, урлă-пирлĕ шухăшлакаласан, çапах та сых ятне тесе (темрен тем сиксе тухĕ йĕркеллех пуçланман япаларан), чул пӳрт алăкне мăн çăра çакрĕ, питĕрчĕ. Питĕрсен, кăмăлĕ тулнăн, сивĕ çăрана алă тупанĕпĕ çат çапса илчĕ те усăллă ĕç тунипе çырлахнăн, хăй те çамрăксемпе паçăр çуттине самаях сыпнăскер, ĕшеннĕ пек анасласа, тинех йывăç пӳрте упăшки çумне тутлăн та чеен кĕрсе тӳнчĕ.
Чул пӳртре Динăпа Виталий пăтăрмахĕ.
Динăн паçăртанпах пĕр сăмах:
— Кăларса яр эсĕ мана, Виталий, ан чарса тăр, кăларса яр.
Йĕкĕтĕн хăйĕн ухмахла екки:
— Ан та ĕмĕтлен, Дина, Ниçта та кăларса ямастăп эпĕ сана кунтан. Кĕçĕртен эсĕ манăн арăм пулатăн. Илтетĕн-и — арăм!
— А-арă-ăм?! — сасартăках Динăна кулăшла та ирсĕррĕн туйăнса каять ку шухăш. — Çакнашкал сĕмсĕрле-и? Елĕкхилле, выльăха вăрланă пек вăрласа-и? Емĕрне те. Хăть пус-кас — килĕшместĕп!
— Юрататăп вĕт-ха эпĕ сана, Дина, Динуля, Диночка, — хĕре диван çине туртса лартать йĕкĕт. — Анлансам, питĕ хытă юрататăп вĕт эпĕ сана. Сансăр пурăнма та пултараймастăп. Эсĕ ман пĕртен-пĕр савнийĕм, уйăх пек, хĕвел пек чиперккем. Ыранах ял Советне кайса çырăнатпăр. Лайăх мăшăр пулать пирĕнтен, Дина. Ăнлансам?
Динăна пăчă. Виталий ытамĕ ăна сывлăш кăларман хĕскĕч пек, пăяв пек туйăнать:
— Ман кĕçĕр пĕр сăмах: кăларса яр эсĕ мана часрах, ан чар. Ырă пул. Эп капла халлĕн ним пирки те калаçма пултараймастăп санпа. Ырăпа ыйтатăп: кăларса яр. Ну, çитет, çитет, чарăн, мĕскер эс, — йĕкĕт ытамне сиресшĕн-сиресшĕн хĕр — сиреймест.
Виталий Динăна пăркăчласах лартнă, хĕрĕнкĕ Çăварĕпе хĕр, тутине шырать:
— Пĕлеп эп: кĕтсе пурăнмастăн эсĕ мана икĕ çул. Шкул пĕтерсенех, ак, качча тухса тапатăн. Хитре эс. Сана такам та ăмсанмалла. Ы-ых, Дина-Динуля! Мĕнрен хăратăн эсĕ, Диночка? Килĕш! Кĕçĕртен эпĕ санăн упăшку, эсĕ манăн арăм. Ну?..
Ӳкĕтлет, йăлăнать, тархаслать, тулхăрать йĕкĕт. Хĕрĕнкĕ пулин те, çакна лайăх ăнланать вăл: кĕçĕр татăлаймасан — пулмарĕ вара Динăпа урăх нихăçан та татăласси. Хĕрсем хăйсене вăйпа çĕнтернине килĕштереççĕ, — акă епле унан шухăшĕ-тĕллевĕ.
Виталий чипер сăмаха ним вырăнне те хуманнине сĕмсĕрленсех пынине кура, Дина та, ахаль те ку пăтăрмахпа кӳтсех çитнĕскер, хăрушлăха хирĕç сыхха тăнăн, тилĕрсех каять:
— Путсĕр, кĕççе пит, намăссăр! Эп сана, кун пеккине пĕлнĕ пулсан-и? Чарăн, ну, Виталий! Турă пул, тархасшăн. Тăна кĕр... — йĕкĕте вăл пĕтĕм вăйпа çутăлтарса ярать.
Виталий, кăна кĕтменскер, пĕр саманта лăштах пулса ларать.
Дина, çакăнпа усă курса, тулалла ыткăнать, çĕнĕке чупса тухать, çенĕк алăкне пырса тăрăслаттарать, лешĕ уçăлманпине тата хăй хыççăн Виталий вирхĕнсе тухнине асăрхасан, каялла варт çаврăнать те, йĕкĕт тĕлĕнчен вăшт пăрăнса иртсе, пӳрте йăшт кĕрсе тарать. Алăка шалтлаттарса хупать, ăна шăлтăр-шалтăр питĕрсе хурать. Хăйĕн хăрана ернĕ чĕри, мулкач чĕри пек, тăлт-тăлт-тăлт сикет.
Хĕр çутăлтарса янипе тата эрехе пула çамрăк юн вĕреме кĕнипе тарăхăвĕ-вĕчĕлетĕвĕ капланса килнĕ Виталий, таракан Динăна яп ярса тытам тесе алкумне вирхĕнсе тухнăскер, астуса çитереймесĕр, тĕттĕмре кӳнч пырса тăрăнать те пуçĕпе алăк тăпсине — лӳчлетет. Сасартăках тăн-н туса каять унăн пĕтĕм кĕлетки тăнлавне вĕри пырса çапать. Йĕкĕт пĕр самант ним пĕлми хытса тăрать. Унтан, пĕтĕм ӳт-пĕвне ыратни çунтарса илсен, хаярланса та упалла çине тăрса, Динă кĕрсе тарнă алăка хайăрма тытăнать. Хăй, çак сивлек пăтăрмахшăн йăлтах хĕр айăплă пулнă пек, вĕçĕмех Динăна тулхăрать, вăрçать, юнать:
— Ну, тăхта эп сана, чее хӳре! Çиччас çĕмĕрсе кĕретĕп, çиччас! Эс манран, Турчăка Виталийĕнчен, мăшкаллама-и?! Эп мăшкăллаттарап! Кĕтсех тăр! Хамран мăшкăллаттарас пур, çуралмастăп та çĕр çине! Ы-ых, чĕмере! Уç тавай! Уçмасан, чăл-пар салатса пăрахатăп алăка. Уçсан уç!.. — талт-талт кисрентерет алăка ӳсĕр этем. Алăкĕ юман алăк, хăнк та çук. Вăл, шалтан тĕрекле сăлăп янăскер, урмăшкана юри йĕкĕлтенĕ евĕр ячĕшĕн хант-хант çеç тăва-тăва илет.
Те пӳртри шăв-шава илтнипе кăмăлсăрланса, те хăлхине урах-мен сас-чĕв пырса кĕнипе сыхăланса, çĕрлене сăнчăртан вĕçерĕннĕ йытă тăкăскăн та вăрăммăн вĕрсе ярать. Унăн сасси ăнсăртран та тăрук вăркăнса кĕрет сĕм уçлăха. Вăркăнса кĕрет те темиçе саманта хăйĕн чĕре те çĕрлехи тĕнчене шар çуракан чăнлăхĕпе тĕлĕнтерсе, тем çинчен хыттăн астутарса тăрать. Пăртакран, хĕмĕ суккăрланнăçемĕн суккăрланма тытăнсан, кашни тивĕçсертерех пуçланнă япала хăçан та пулин пурпĕр сĕвĕрĕлнĕ пек, ку ĕрлев пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн сӳнсе, вăйсăрланса пырать, унтан, шартлатнă чăпăркка сасси евер, пуçĕпех йăмать. Каллех çĕрлехи тăнăç тĕнче, тахçан-тахçан çакăн евĕр пулнăн е тата пиртен килмен япала пĕр ăстăрккаран тепĕр ăстăрккана вĕçленми, татти-сыпписĕр куçнăн - тăп, лăпкă...
Виталий, хăшкăлсан-хăшкăлсан, çилли-пăшши сирĕлме пуçăнсан, уçаймасса пĕле тăркач алăка хӳнлеттерме те пăрахать. Халĕ вăл, хăрах аллипе ыратакан пуçне сăтăра-сăтăра, йăлтах мĕскĕнленсе, тепринпе тĕшĕрĕлсе анасран хăлăпран аран-аран тытăнкаласа тăрса, Динăна йăлăнать.
— Ну Дина, лайăхскерĕм ман, ну уç ĕнтĕ ан тертлентер. Юрататăп вĕт-ха эпĕ сана, Дина, Динуля. Уçсам… Эпĕ сана алă çинче йăтса çӳрĕп ĕмĕрне те пӳрнепе те тĕкĕнмĕп, илтетĕн-и, э?.. О-ох, пуç çурăлса тухать. Пар-ха хăть пĕр стакан эрех, Дина!
Хĕр, шалта çук пекех, ним сас та тумасть.
Виталий, йăлăнсан-йăлăнсан, алăк кутĕнче тĕлсĕр-палсар тепĕртак сĕлкĕшленсе тăрать-тăрать те, ăшĕ çуннине шывпа пусарасла, картишне пус патне тухмн шутлать. Алкум алăкне тултан çăрапах питĕрсе хăварнине асăрхасан, савăнса («аха, ниçта та тухса тараймастăн, Динуля, манăнах пулатăн. Ах, маттур та çав манн анне!») чăлана, хăйĕн çуллахи яланхи вырăнĕ çине (сивĕтсен тин Виталий йывăç пӳрте куçать), лаш! тăсăлса выртать. Вăл çыварса каяймасăр чылайччен йăраланать-çаврăнать, пăтранать, тăра-тăра ларать, уткаласа çурет. Самăйран тин вара, эрехĕ пуссах çитерсен, ăшĕ çунни хăй тĕллĕнех лăпланнă пек пулсан, ытлашши хытах тĕлкĕшме пăрахсан, пуçне пуçелĕк çумне сĕвентерет те урăх тăраймасть, йывăррăн та тикĕссĕн «хуп турттарма» тытăнать...
Ашшĕ, Турчăка Кули, йытă сассипе тата тулта тем ют сасă пур пек илтĕннĕрен, пĕр ыйхă çывăрса илнĕскер, пăвăннă сывлăша уçăлтармалла, картишне тухрĕ. Хапха сăлăпне пырса тĕрĕслерĕ, хуралтăсене пăхса çаврăнчĕ, чарăнса чул пӳртри сас-чĕве тăнларĕ — ниçта та чуна шиклентермелли, вăйкăнтармалли нимĕн те палăрмарĕ, пур çĕрте те шăплăхпа хутăш ыйхăллă каç хуçаланнăн туйăнчĕ.
Чупать янкăр уйăхлă каç, çĕр çинче пурăнакансене телейпе тăнăçлăх парнелесе лăпăстатать. Ырă ун ытамĕнче, шанчăклă, мал ĕмĕтлĕ.
Турчăка Кулин пурнăçĕнче епле-ха вара? Ырă-и, шанчăклă-и, мал ĕмĕтлĕ-и ун пурнăçĕ? Акă, унăн килĕ-çурчĕ чаплă, ĕçлекен ĕçĕ лайăх, арăмĕ, ывăлĕ пур. Тата мĕн кирлĕ этеме? Сывлăхĕ аптрамасть, пурлăхĕ çителĕклĕ. Çук çав, пурпĕрех темскер çитмест этеме, çакнашкал уяр та пин-пин çăлтăрлă каç унăн пĕрех-май ăш вĕçет... Пачах капла мар, пачах урăхла тăвасшăнччĕ вĕт-ха вăл хăй пурнăçне, пачах урăхла... Ăçтан муртан куçланă пулать-ха Хвеччис Турчăка Кулине? Хăй вăл ăна качча илессисем пирки кăна мар, савассисем пирки те çиччĕ выртса пĕрре тĕлленмен. Ельккана килĕштеретчĕ вĕт-ха вăл, тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ те уçă саслă, вăрăм çивĕтлĕ Ельккана, унпа пурнăç тĕвĕлеме ĕмĕтленетчĕ. Халĕ, ав, Ельккапа кăлтăр-кăлтăр калаçса пурăнма ĕмĕтленме кăна мар, ун пирки шухăшласа ăшне вĕçтерме те тахçанах кая юлнă ĕнтĕ, çын çинче чĕвĕл-чĕвĕл те кил-терĕшре хăрăл-хăрăл Хвеччисĕ ăна майĕпен-майĕпенех хăмла типĕтнĕ пек типĕтсе çитерчĕ, чĕнейми турĕ... Пĕр шутласан, аптăранă енне, куншăн, çапла пулса тухнăшăн, кама айăйламалла тет-ха тата Кулян? Хвеччиса-и е Ельккана-и? Çук, паллах, Хвеччиса та, Ельккана та мар. Хăйне, пĕр хăйне çеç пăскăртмалла куншăн — йăмшак та хăйшĕн тăма пултарайман Куляна. Ĕмĕчĕсем вара унăн мĕн тери хитре те чиперччĕ: йĕкĕт кӳршĕ касра пурăнакан тантăш Ельккана арăм тума ĕмĕтленетчĕ... Эх, мĕн тери аванччĕ вĕт-ха вăл — Елькка. Ăçтан хальхипе танлаштарма. Ара, унтанпа çирĕм çул ытла иртрĕ вĕт. Яш çулсенче Елькка чăп-чăмăр та куçпа пăхса тăранмалла мар кĕлеткеллĕ хĕрччĕ. Çавăн чухне Куля, финанс техникумне кĕнĕскер, Ельккашăнах вĕренме те пăрахрĕ, урăххине качча тухса кайĕ тесе, яла каялла таптарса килчĕ, малтан та шут ĕçне аван ăнтарнăскер, колхоз правленине вырнаçрĕ. Техникумне йĕкĕт кайран-кайрансем тин пĕтеркелерĕ-ха, çулталăкне пĕрре-иккĕ кайса килсе, заочно... Ку вăхăталла, Куля техникумран пăрахса таврăннă тĕлелле (тӳррипе, тен, пăрахасах та килместчĕ пулĕ те — чирĕ уçăлма тытанни хупларĕ ăна: вăл мăй шыççипе аптăрамаллипех аптăратчĕ ун чухне. Çулсем иртерехпе кăнтăра, тинĕс хĕрне кая-кая килсен, тĕрлĕ эмелсемпе сипленкелесен, юханĕ те тӳрленмеллипех тӳрленсе çитрĕ унăн, пирчерĕ, хытрĕ). Матви те ялта марччĕ ĕнтĕ, çартан таврăннăранпа килĕнче çулталăк ытларах пек пурăнкаласа пăхсан, Çĕпĕре сухăр юхтарнă çĕре тухса ăсаннăччĕ. Ельккапа иккĕшне вĕсене Матви салтака кайичченех варлă, тетечĕç те — темĕн, те чăн сăмахах пулнă вара вăл. Варлă пулнă-тăк, çарта тем вăхăт çӳренĕ хыççăн тепĕр хут тĕнче касма тухса кайман пулĕччĕ ĕнтĕ Матви те Елькка пур çинчех. Çапах та, хыпарне илтессе илтсен те (ял хыпарĕ пуриншĕн те пĕр хыпар, хĕрпе каччă хушшинчи хыпар — пушшех те!), Матвирен хаяр çыру илсен, хытă тĕлĕннĕччĕ вара Куля. Вăт, пулать кам йăн-ян чун, Ельккасен калинкки умне Куля каçсерен сукмак такăрлама тытăннине тахăшĕ çырса пĕлтерме те ĕлкĕрнĕ ăна. Матви çурма шӳтлесе те, çурма асăрхаттарса: «Асту, Турчăка, чипер пул, мансам ман Ельккасен тĕлĕнчи сукмака, ан çӳре çын сукмакĕне, хăв валли сукмак хăв такăрлат, итлемесен — ан ӳпкеле, турчăка кукли çитереп», — тесе пăсăрлантарнăччĕ çырăвĕнче... И-и, аре, ялта çук йĕкĕтрен хăрать-и-ха ăшне юрату хыпса илнĕ йĕкĕт. Иăваш-йăваш та, Куля та чунĕнче пур сăмаха чул айĕнче пусарса усрамалăхах йăваш мар ĕнтĕ. Калаçрĕ-калаçрех вăл Ельккапа, Матвин «саламлă» çырăвне пăхса тăмарĕ, пĕр каçхине çапла, правленирен таврăннă чухле, унччен те кăшт-кашт сăмах хушкаласа пăхнăскер, каларĕ те пачĕ Елькка пирки хăй мĕн шутланине пĕтĕмпех, хĕре, çулĕ пĕрлелле пулнăскĕре, хапхи умнех çитерсе хăварчĕ... Çавăнтанпа вара вĕсен сăмах-юмахĕ те еккине кĕре пуçланăччĕ... Темпе вĕçленнĕ пулатчĕ ĕнтĕ Куляпа Елькка каçсерен хапха умĕнче тăркаланисем, енчен те самаях сыпса лартнă счетовод пĕррехинче Хвеччиссем патне шăлавар кастарма кĕрсе унтах çĕр каçса тухман пулсан?.. (Турчăка Кули правленире ĕçлеме тытăннăранпа çуттине яркаласах тăма тытăннăччĕ çав. Шалу илет — ярать, такам сĕнет — ярать. Сахал-им эрех ĕçес текеншĕн сăлтав!..) Кастарчĕ вара шăлаварне Куля, кастармаллипех кастарчĕ, ĕмĕр асăнмалăхах кастарчĕ... Лешĕ тата, ара, Хвеччисĕ, Турчăка Кулине тахçан малтанах тĕсесе хунăскер, майне анчах апле майлаштармаллине пĕлменскер, майĕ халь хăех майлашăнса пынипе хĕпĕртесе, тӳпеленĕ те тӳпеленĕ йĕкĕте, ӳсĕрпе пуçĕ лапк усăнса аничченех тӳпеленĕ... Вăранса каять те ирхине Куля — пăхать: тĕк тӳшек çинче хăйпе юнашар çатта-çарамас Хвеччие вырта парать. Кĕлеткипе Куляна тĕршĕннĕ те вăл, сулахай аллипе ăна ыталаса, тутлăн кăна харлаттарать. Ак, тамаша, ял Светĕнче хут уйăрттарса тухнă саккунлă арăмĕ тейĕн çав. Ту-урăçăм!..
Тепле. Хвеччиспа аташса кĕрсе кайман пулсан, те сăмах-юмах килĕшсе пĕтетчĕ вара Куляпа Елькка хушшинче? Тепле. Калама пĕлмелле мар çав. Елькка, ав, хĕрĕх урлă каçсан та — паян кун та хăрах. Матвне те тиркерĕ курăнать вăл. Матви Çĕпĕрте пурăнчĕ-пурăнчĕ те, Елькка хыпарне кĕтсе илеймесĕрех, мăшăрпа таврăнчĕ. Халĕ, ав, ачисем те шăкăрин. Тепле, Куляна та тиркетчех пуль çав Елькка. Матви пек кĕреше те ним вырăнне хуманнине, мĕн калас пур, тиркетчех ĕнтĕ. Калаçасси вăл, сăмах вылятасси, аплах енне кайсан, хĕрпе каччă чухне камăн мĕн тĕрли кăна пулмасть. Шăллĕсем те, ав, ӳссе çитĕнсе пĕтрĕç Ельккан, пурте, пĕрин хыççăн тенри, аслă шкулсене кая-кая кĕчĕç. Халь, ав, ăмăртса вĕренеççĕ. Хăй пур, Елькка, паян кун та хĕр чухнехи пек — хăрах... Тепле, ун чухне те вăл тухмастчĕ пуль Куляна качча. Темĕн, Куля çӳрес тенĕрен çеç сăмахла-каларĕ пулĕ унпа Елькка. «Пурпĕрех эп ĕмĕре хăраххăн пурăнса ирттерес хĕр, хама килĕштерекен пур чух калаçса юлам эппин пĕрех хут», — терĕ-тĕр те çырлахрĕ пуль. Çавăнпа ăшшăн-ăшшăн пуплерĕ пулĕ те Куляпа... Çапла, ĕмĕтленнĕ ĕмĕт пек инçе те çăлтăр çути пек таса этем вăл Елькка. Калама çук таса...
Хуçи чылай вăхăт пӳрте кĕменрен, сас туманнипе капла ятлаçма пултарĕ тесе, йытă выртнă çĕртен кăмăлсăррăн лĕпĕстетсе тухрĕ те Турчăка Кули ури çумне йăпăлтин пырса сĕртĕнчĕ, хӳрине пăлтăртаттарчĕ, пĕр кана, çĕрлехи шăплăха хуйхантарса, ӳркевлĕн вĕрсе ячĕ. Хуçи: пыр, кайса вырт тесе, ăна хырăмĕнчен кăлт тĕксен, кăмăллăн йынăшкаласа, выртмалли вырăнне каялла лĕпĕстетрĕ... Тăнлакаласан, чул пӳртре темĕн шăкăрт пулнă пек туйăнчĕ те, ывăлĕн çĕркаçхи пăтăрмахне куçĕ тĕлне яр-р туса, ăшĕнче сасартăках тăвăлса кайрĕ Турчăка Кули. Вара алăк патне васкаса пычĕ. Алкум алăкне уçса: «Тар, Дина, çăлăн!» — тесе, хыттăн-хыттăн кăшкăрса ярасси килчĕ унăн çав самантра. Тен, Динăна пулăшма ĕлкĕрĕ-ха вăл, тен, ăна пулăшма халĕ те кая юлман? Анчах та, алăка яри уçса ярам тенĕскер, сăмси умĕнчех пысăк-пысăк çăра юнаса тăнине курсан, сасартăках лĕпсĕр-р пулса тăчĕ Турчăка Кули.
Пĕр çул, икĕ çул, виçĕ çул, тăватă çул кăна та мар, Хвеччис килсе кĕнĕренпех, Турчăка Кулишĕн çак кил, тăван килĕ, ачаран савса, хăнăхса, ӳснĕ килĕ — çăра. Çак картиш — çăра, чул пӳрчĕ, йывăç пӳрчĕ, пĕтĕм карти-хури — çăра, Хвеччисĕ — çăра, ывăлĕ... Мĕн чухлĕ кĕрмешнĕ Турчăка Кули килйышра çак нĕрсĕр çăра тыткăнĕпе, ăна çавăн чухлĕ хĕстерсе, пăчăртаса пынă вăл. Чунĕнче арçын тавлашнă, хирĕçнĕ çак çăра тыткăнĕпе, тулашрая вара, кулленхи лару-тăрура, килĕшнĕ, çырлахса пынă...
Çăра! Тен, çак çăра пулман пулсан, Турчăка Кулин пурнăçĕ те урăхларах пулатчĕ лулĕ. Тен, телейлĕ те савăкрах килетчĕ пулĕ, çынсенни пек тату та ирĕклĕ? Тен, тăван амăшне хывман-тăк, ывăлĕ те нĕрлĕрех пулатчĕ-тĕр? Ак ку, Виталийĕ, чикан урапинчен ӳксе юлнă ăçтиçук евĕр, шухă та путсĕр. Кур-ха, кур ăна, ирсĕр, мĕн хăтланать. Хĕр пурлăçне пĕтерме тĕв тунă вĕт-ха вăл, пилсĕр. Эх-х, пĕрре чăпăрккаччĕ те кутран. Ăçта унта амăшĕнчен иртме. «Ман ача та, ман ача», тесе кăна ташласа тăрать ун тавра. Асту, янраттарать-ха, ак, вăл пĕрре, «ман ача». Ав, мĕн хăтлалса хучĕ те кĕçĕр... Тăванлашсан, Динипе иккĕш майлă пурăнма пĕлмесен, тепле пăхмалла пулать-ха ак тата Матвиеене куçран. Хăйсем вĕсем, Матвисем, Кĕçенийĕпе епле шăкăл-шăкăл та... Э-х, ача чухлех патак çитерсе ӳстермеллеччĕ те ăна, Виталие. Ытла та ачаш ӳсрĕ çав, ачаш. Патак мар, пĕремĕк çисе ӳсрĕ. Усрĕ те, ав, мĕн кăтартать халь? Ашшĕпе-амăшĕпе те канашламсть вĕт. Тытнă та, ме акă сана — туй...
Куля, шухăшпа варшăлса ларсан-ларсан, тарăхнипе çĕре лач сурчĕ те пуçне тӳпенелле каçăртса пăхрĕ.
Шухăшпа хĕвĕшсе сисмен те иккен арçын, Алтăр çăлтăр ӳпĕнмех тытăннă, ыйхăллă çĕр çине вăл хăйĕн силлĕ ыйхине тăкать, тăкать, тăкать... «Капла çутăличченех хĕвĕшме пулать, картишĕнче сĕнксе ларнинчен мĕн усси, луччĕ, пӳрте кĕрсе, тепĕр ыйхă çывăрса илем», тесе, аллине лаш сулчĕ те Турчăка Кули, каска çинчен тăрса, йывăç пӳртнелле лапăстатрĕ...
Хвеччис тăнă-тăманах, «кинпе ывăл епле-ха» тесе, хирĕçе йăпăртатрĕ. Мăн çăрана алăк тимĕрĕнчен кăларса хăлăпран çакса яма кăна ĕлкĕрнĕччĕ вăл, картишне Дина ашшĕпе амăшĕ, Матвипе Кĕçени, васкаса çитсе те кĕчĕç. Хăйсем иккĕшĕ те хыпăнса ӳкнĕ.
— И- и-и, хаклă хăнасем, — вĕсене курнă-курманах çепĕççĕн тăстарса ячĕ Хвеччис. — Кильăрах, кильăрах... И-и-и, аре, хамăр та пырса систересшĕнччĕ те — ĕлкĕреймерĕмĕр. Ак, курăр, хăвăрах... Атьăр-ха, атьăр, мĕн тăратпăр-ха эпир кунта, пӳрте кĕрер, — майне-шывне, пĕлсе, чĕлхи çине пыл сĕрчĕ чее хĕрарăм.
Ют çын шăршипе тăвăнса, йытă хапха патнелле харлатса пычĕ. Вăл, килнĕ çынсене туртса çурасла, вĕсен тавра сикрĕ, тулашрĕ.
— Пшол, мур йытти! Тăмсай, хамăрăн çĕнĕ тăвансене те палламастăн-им? Кикенек! — пĕрре «кирлĕ-кирлĕ мар çĕре пырса сăмсуна чикен», тесе вăрçса, тапре «тупăннă, ир-ирех чăрмантарса çӳреççĕ, сехрисене хăпартса тĕрĕс турăн», тесе мухтаса, Хвеччис пăру пек йыттине кĕлет кĕтессине кайса мăйкăчларĕ те хăнасем патне таврăнчĕ. — Аре, чăн та, мĕн туса тăратпăр-ха эпир картишĕнче. Атьăр-ха пӳрте, атьăр...
— Çук, пире «унта та пырать. Итле-ха, Хвеччис, ăçта хупса хутăр пирĕн Динăна? — каласан кала, каламасан наччас çак кил-çурта айĕн-çийĕн çавăрса пĕтеретпĕр тенĕшкел, шăмарса пăхрĕ Матви хăй умĕнчи хĕрарăма. — Сирĕн патăрта терĕç пĕлекенсем. Элле, кунта та мар-и?
— Хупса-а? — куçне-пуçне чарса, тĕлĕннĕ пек пулчĕ Хвеччис. — ...Кунтах, аре, Дина кунтах. Кунта пулмасан, ăçта пултăр тата вăл...
— Эппин, кăтарт. Ун патне илсе кĕр! — Матви сăмахĕ хушу панă пек татăклăн янăрарĕ.
— Илсе кĕресси-мĕнĕ... Каç час выртмарĕç те вĕсем... шăкăл-шăкăл калаçса... Ташларĕç, савăнчĕç. Пĕтĕм Виталий тусĕсем пухăннăччĕ унта... И-и-и, çывăрччăр, ара, ма чăрмантарас çамрăксене, — çав-çавах чул пӳрте мар, йывăç пӳрте илсе кĕресшĕн тĕмсĕлчĕ Хвеччис Матвипе Кĕçение, — харкашнин мĕн усси... Йăлине эпир шутласа кăларман. Ия, аре, хăйсенне хăйсем пĕлмесĕрех мар-тăр. Эпир хистемен-каламан... Атьăр-ха, атьăр пӳртелле...
— Çук, малтан хĕрĕмĕре курса сăмахлар. Епле-ха вăл кунашкал, шкул пĕтермесĕрех, — Хвеччис шутарса калаçнипе Матвин Турчăкасем патне çитичченех кĕвелĕкленсе пынă çилли-пăшши кăшт йăшнă пек пулчĕ. — Эх, эсир те çав. Нивушлĕ ку япалана этем ĕретлĕ тума юраман. Туйла, калаçса татăлса, пире пĕлтерсе. Килĕштереççĕ, юратаççĕ-тĕк, ма Дина шкул пĕтериччен тăхтас мар? Капла ĕмĕр курман намăса куратлăр. Кам пур ял тенинче шкул ачиллех качча тухса сирлĕнни... Виталин тата, çитменниле, виçмине салтака та ăсанмалла тет-и?
Упăшки лăпланарах парсан, пырса кĕнĕренле те сăмах хушман Кĕçени хаш-ш сывласа ячĕ:
— Эпир ăна, Динăна, шкул пĕтерсен, малалла вĕрентес тесеттĕмĕр. Шутсăр сăрлама юратать вĕт вăл пирĕн, художник пулас ĕмĕтпе пурăнать...
— Аре-е, вĕренесех тесен, мĕн, аре, вĕрентĕр, кам чарать, — чăнах та Динăна малалла вĕрентес ĕмĕтлĕ пекех евĕклĕн каласа хучĕ çак сăмахсене Хвеччис. — Витали те, ак, пĕр кайсан, икĕ çулçăр таврăнаяс çук. Аре, вĕренесех тесен, вĕрентĕр, эппин, унччен, кам чарать. Хăйĕн кăмăлĕ. Эп, мĕн, эп урлă тăрас çук. Вĕрентĕр. Хамăр та, ав, Кĕçени, вĕренменнипех ялта хытса юлтăмăр. Вĕреннĕ пулсан-и?..
Матви, те шанмалла сана, чее кушака, тенĕшкел, ӳсĕркелесе илчĕ.
— Ытах, вĕренесех темесен, кайран, Витали çартан таврăнсан, хăраххăн пурнăç йăлăхтарсах çитерсен, аре, Динăна, кинĕме, кунтах ĕç тупса лама пулать. Хам пата. Мастерскойне. Çĕвĕçе, — евĕк сăмахне кăвакарчăн пек кăлтăртаттарчĕ çăмăл чĕлхеллĕ хĕрарăм. — Мĕнрен япăх? Шалăвĕ те аван. Мастерскойĕ те кӳршĕрех — аякка çӳремелли çук. Ĕçле те ĕçле. Ан ӳркен. Унта ĕлкĕреймесен — ĕçне киле илсе ту. Кам, эп ятлассăм пур-и? Хушма укçа вĕт вăл. Пиншакне те, костюмне те, куфайкине те, темне-темне те эп хам та килтех майлаштарса паратăп. Ыйтаççĕ те, ăçтан кӳрентерен... Вĕренессине ăна вара ку чухне (заочно теççĕ-и-ха çав) темле те вĕренме пулать-ха. Çук, çук, эсир йăнăш тумить ан тăвăр, каллех калап — манран чару çук, вĕрентĕр. Эп çын кăмăлне хирĕç каймастăп...
— Капла, чăн та, чисти ӳппĕн-теппĕнле, — кусем Кĕçенин пăшăрханчăк сăмахĕсем пулчĕç. — Эх-хе-хей, тăхтамаллачĕ те çав. Килти ытлашши çăварччĕ-и хĕрĕмĕр? Эх, ку хальхи ача-пăчапа. Пире те каламан вĕт-ха вăл, иçмасса. Чараттăмăр-ши вара эпир...
Кĕçени куçĕ шывланчĕ. Куçĕ тĕлне вăл тутăр вĕçне тытрĕ.
Пӳртрен, кирза аттипе алкум картлашкисене кĕмсĕртеттерсе, Куля тухрĕ:
— Э-э, пирĕн патăмăрта хăнасем те пур-çке. Эп мĕн шавлаççĕ, теп... Çӳреççи?..
— Çӳретпĕр-ха ак, нуша шыраса, — Кулян тăснă аллине курмăш пулчĕ Матви.
— Çур çĕр те иртрĕ. Клуб сассисем те шăпланчĕç — пирĕн хĕр çаплах çук та çук.. Эпир ăна, аптăраса, хреснамăш патне кĕрсе лармарĕ-ши ку, тесе те шутласа пăхрăмăр, Дина унта час-час тытăнкаласа юлаканччĕ те, — ирпе ирех чăрмантарса çӳремелле пулса тухнăшăн пăшăрханчĕ Кĕçени. — Вăл пур, качча сиксе тухма ĕмĕтлесе хунă иккен...
— Качча сиксе тухма? — Кăçени калла каланинчен тĕлĕннипе, чутах çăварне карса пăрахатчĕ Куля. — Епле качча сиксе тухма?..
— Вăт, кăрмахвун, кайрĕ мухмăрлă пуçĕпе тăнкăртаттарса, — сасартăках лап чарса лартрĕ улăшкине Хвеччис. — Тăнла эс ыттисем мĕн калаçнине. Атту, çӳрен тĕлли-паллисĕр латлаттарса. Саншăн ни хăнана сума суни, ни йĕркене пĕлни çук. Чĕнесчĕ, ак, Матви хăтана («халь епле, хăта пуль ĕнтĕ эсĕ, Матви?») пӳрте. Унта, холодильникре, аялта, пуçламанни те пурччĕ-ха. Пушатăр хăть çавна кĕрсе, эпир, ак, Кĕçени тăхлачăпа («Кĕçени, тăхлачăллă пултăмăр вĕт э?») туйсем-мĕнсем пирки сăмахласа пăхăпăр... Кĕрĕр, кĕрĕр эсир, арçынсем. Хĕрарăмсен тупăнать вĕсен пуплемелли...
Хвеччис, тĕксе тенĕ пекех, арçынсене йывăç пӳрте кĕртсе ячĕ, упăшкине вара: «Эс асту унта, ху сӳтĕлсе ан кай, Матвие ĕçтерсе ӳсĕрт», тесе хăлхивчен пăшăлтатса хăварма ĕлкĕрчĕ. Кĕçение вара, хулĕнчен тытса, чул пӳрт еннелле сулăнтарчĕ.
— Туйне, эппин, ăна вăраха хăварас мар, паянахкĕрлеттерсе ирттерес, каçхине сирĕн тăвансемле хамăр тавансене ченес те (ялтисене, чат çывăххисене) — çитрĕ те. Сара ман салтак ăсатма туса лартниех пур-ха. Эреххи пирки мĕн пуçа çавăрттармалли — лавкка та юнашарах, каç та унта — кирлĕ чухлĕ туян. Пĕр ещĕк илсен, мĕнле çитет пек-ши? — утма тăнăскер, Хвеччис чарансах Кеçение туйсем-мĕнсемпирки тăнлантарма тапратре. — Çук, çук, икĕ ещĕкех туянса хумалла пулать пуль. Саппаспа. Халь пĕрре ĕçме тытăнсан, ху пĕлен шыв пек юхтараççĕ те эрехе... Çапла, эреххи икĕ ещĕкех пултар-ха, эппин. Тата хăшĕ-хăшĕ хăйпе пĕрле чиксе килекен те пулĕ, парнепе-мĕнпе. Çитет икĕ ещĕк. Çитмесен, тĕпсакай пулăшать тата. Тăпрас çинче тĕттемре, виçĕмçулах юхтарса лартнă виçĕ кĕленче ханша выртатчĕ-ха. Ăна та кăларма черет. Апат-çимĕç енчен тесен, така пустарап Куляна, пурпĕр шăнтасса анчах кĕтсе пуранаттăмăр. Хур та пустарап, хурсем те пирен каçал хурана кĕмеллискерсем вунулттă. Эй-й, мĕн ун пирки калаçмалли, тытатăп та хамах шăтти-патти майлаштарса хуратăп. Йӳçĕтнĕ хăярĕ, помидорĕ, купăсти, тăварланă кăмпи — пурте пур. Ара, манăн та ывăл перре кăна вĕт. Унăн туйне те туй пек тумасан, урай кашти авăниччен савăнмасан — мĕн пикенни. Хвеччис та мар вара эпĕ, лапа этем кăна. Тăвасчĕ-ха, тăвасчĕ туя туй пек, ял çынни тĕлĕнсе тăмалăх.
Хвеччис Кĕçенипе пăрçа ани çине кĕрсе кайнă хур ами пек кăкăлтатрĕ. Тăкать те тăкать сăмахне. Кĕçение чĕнме те памасть.
— Кĕçени тăхлачă, туй та туй, тетпĕр, аре, хĕрĕре те каплипех кăна леçместĕр пулĕ-ха? Пуçтаркаланă халлĕн пăртак туйра пекки те пур-тăр-ха унăн? Хăвăр та пурлăхсăр çынсем мар, хĕрĕр валли япала таврашне илех тăратăр. Çав ĕнтĕ, хĕр тенине мĕн ĕлĕкренпех каччă килне тӳшек-минтерпе ăсатнă та. Пĕлеп, тӳшексĕр леçместĕрех ĕнтĕ хăвăр хĕрĕре ют киле. Çитĕнсе çитни те, йăваран вĕçсе тухмалли, сирĕн халлĕхе вăл кăна-ха. Ăна та тăван килтен тĕк тӳшексĕр кăларса ярсан вара — пĕтрĕ пуç, пĕртте юравлă япала пек туйăнмасть ку мана. Эпир, ак, хамăр качча каяс тĕлелле, арча тулли тупра хатĕрлесеттĕмĕр. Эп кунта, упăшка килĕнче тĕпленес чухне, пĕтĕм тупрана пар лашапа тиеттерсе килтĕм вĕт. Урама тухан-пĕри тĕлĕннипе пĕççине шарт çапа-çапа пăхса юлчĕ вĕт. Эх-ха-хай, çав вăхăтсем иртрĕç çав, иртрĕç... Минтер пичĕсене, сĕтел сармине вырăн виттисене, алшăллисене хатĕрлеме ĕлкĕреймен пулсан, вĕсене лавккаран та туянма пулать-ха. Хаклă япаласем мар. Калаçмалăх та тăмаççĕ. Вăл-ку вак-тĕвеке туянса паратăрах-тăр хĕрĕре, кӳрентерместĕрех. Ытти-хытти, выртса тăмалăх вырăн, кравать пирки тапратас тесен...
Йывăç пӳртрен ӳсĕр Куля хыттăн кăшкăрса юрлани палкаса тухрĕ: «Эп ĕçмесен, кам ĕçет, эп ĕçмесен, кам ĕçет, пиртен ĕçекен те çук...»
— Вăт, кăрмахвун, сĕтел хушшине ларма та ĕлкĕреймен, карланкине янраттарса та ячĕ, — юрă йăтăнса аннă еннел.ле пуçĕпе вашт сĕлтсе илчĕ Хвеччис. — Ялан ун çапла. Каçран сыпса лартать те мухмăра пăр-так та ĕçеймест, лапах ӳсĕрĕлсе каять. Юрлать те юрлать вара лашлатса ӳкиччен. Нимпе чарма çук. Кĕçени тăхлачă, сана чылайранпа курман та, эс, тем, хухнă пек. Чирлеместĕн пулĕ те. Сăну та туртăннă?..
— Тем, ытлашши ыратниех те çук пек, пурпĕрех чакап, ав, ху куран. Паян Шупашкара тесе пуçтарăннăччĕ, пульницана, тĕрĕслеттерме тесе. Пулмарĕ, ав, нуши пысăкраххи тупăнчĕ. Юрĕ ĕнтĕ, тепĕр чухне, — Хвеччис çатăлтатнине тăнласах тăкланипе мар, хĕрĕ пирки хыпăнса шухăшланă хушăрах хăйпе калаçаканăн ыйтăвне хирĕç чĕнмесĕр тăма сăпайсăртан çеç танлăн та тивĕçлĕн тавăрса калама хал çитерчĕ Кĕçени.
— Атя-ха, Кĕçени тăхлачă, çамрăксене кĕрсе вăратар. Çитет вĕсене кун чухлĕ çывăрса. Хырăмĕсем те хыр тăрне кайрĕç пуль паçăрах. Атя, кĕрсе вăратар, — Хвеччис чул пӳртĕн алкум алăкне яриех уçса ячĕ те малалла таплаттарса иртрĕ, хăйпе Кĕçение кăчăк туртрĕ.
Алкумĕнче хăлхана çурасла хытă ĕрлев: хăр-хăр, хăр-хăр... Вырăнĕ çинче салтăнмасăр, кĕпи-шăла,варĕпех выртакан Виталий харлаттарать иккен куна. Амăшĕ кĕнине те, унпа пĕрле ют çын, Кĕçени, Дина амăшĕ, кĕнине те сисмест.
Дини, Автустина, хăй ăçта тата?
Хвеччис, тем ăнкарма тытăннă пек, шалалла вăштăр-ваштăр вăркăнса кĕчĕ. Кĕчĕ те — ак тамаша! — уй тăмани евĕр шанк хытрĕ: ку енчи чӳречерен пĕр хутне илнĕ, урам енчи кантăкĕ те янках, пӳртре çил вылять. Унталла пăхрĕ Хвеччис, кунталла, чаршава, чĕресле, шарлаттарса туртрĕ, шифоньер хыçне чăмрĕ. — ниçта та Дина тĕсĕ курăнмарĕ. Ни пӳртре, ни алкумĕнче тупăнмарĕ «читлĕхри кайăк». Çухалнă, çĕтнĕ, ирĕлсе пĕтнĕ этем. Йăлт, пуçĕпех! Кĕçени те пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕнех тавçăрма тытăнчĕ. Вăл ним сăмах каламасăр, хуллен-хуллен чакса пычĕ-пычĕ те, чĕри сасартăках лăштăр пулнипе самантлăха вăйран ӳксе, чул пӳртрен картишне анса тăчĕ. Йывăç пӳрте кĕчĕ, самаях хĕрĕнкĕленме ĕлкĕрнĕ упăшкине сĕтел хушшинчен танкăлтаттарса кăларчĕ те хулĕнчен çавăтса, Турчăкасен кӳрши-арши курмаллипех курса ан юлтăр тесе, улах тĕлсемпе, пахча хыçĕсемпе килнелле ярăнтара пачĕ.. Ăшĕнче хăйĕн, чĕри çинчен арман чулне илсе пăрахнăн, чиксĕр савăнăç: «Маттур эсĕ, хĕрĕмçĕм, маттур. Улталаймарĕç-ха апла сана, улталаймарĕç», — Динăшăн хĕпĕртесе, пуç тăрне килсе капланнă хуйхă сирĕлнипе савăкланса, чиперрĕн пăшăл-пăшăл мăкăлтатса пычĕ унăн тути. Матвийĕн вара, ăна-кăна тавçăрса ĕлкĕрейменскерĕн, ларнă-ларман сĕтел хушшинчен патлаттарса тухма тивнишĕн ӳпкелешекенĕн, çул тăршшĕпех мăкăр-мăкăр пĕтмерĕ: «Ксюша, Ксюшенька, ăçта эсĕ мана капла тариех васкатан? Мĕн, Хвеччис кӳрентерчĕ-им сана? Кала-ха, ма каламастăн нимĕн те? Ма шарламастăн? Динăна, Динăна курса тухмаллаччĕ пĕрех хут. Эх, телейлĕ килтĕрех ĕнтĕ хĕрĕмĕр шăпи. Вăт, апăрша...» — тумхаха-ланкашкана такăна-такăна лĕпĕстетрĕ хĕрĕнкĕ арçын...
Турчăка килĕнче, ав, тĕнче айĕн-çийĕн çаврăнать. Амăшĕ, хурчăка чăх чĕппи çине чăмса аннă пек, ывăлне тăрăннă.
«Тăмсай! Пакăç? Эсремет! Хăв ытамунти хĕре пăркăçлайман та эсĕ, мемме! Мĕнле тĕспе курăнас тетĕн-ха ĕнтĕ халь ялйыша, ы-ых! Кунтăк пуç! Эрех пăкки! Тăр, пыр, йăлăн кайса Динăна. Пуççап, упален. Динăсăр кунта килсе кĕнĕ ан пултăр. Хуть те çĕр тĕпĕнчен шыраса туп та — унсăр кунта ура та ярса ан пус. Илтетĕн-и, ура та ярса ан пус! Атту темрен тем туса пăрахнă пулăп. Тăр, теççĕ сана, тĕпсĕр карланкă, тăр! Ы-ых, кикен çименĕ!» — тăратас тесе, лăстăр-лăстăр силлет ыйхă тĕлĕшпе нимĕн те ăнланайман ывăлне Хвеччис. — Сана авланма мар, пĕлĕт хураллама çеç хушмалла! Тĕлĕк! Çавна, çавна, пӳрте илсе кĕнĕскерне, ӳкĕте кĕртеймен те вăл. Тьфу, мемме! Иçмасса, çак ухмах ăнтартăр тесе, çăрапа питĕрсе хăваратăп тата хам. Тьфу, пилсĕр!...»
Йывăç пӳртре, кĕлле йыхăракан чан сасси пек, Турчăка Кули кĕрлевĕ: «Эп ĕçмесен, кам ĕçет, эп ĕçмесен, кам ĕçет. Пиртен ĕçекен те çук...» Ян та ян тăвать ĕçсе çитнĕ Куля сасси, пӳрт кĕтессисене пыра-пыра перĕнет, килĕнчи нихăçан лăпланман ĕрлев евĕр кумать, пăтранать.
3
Динăна Виталий хăй вунă класс пĕтерсен тепĕр çулне, урăхла каласан,кăçалхи çу кунĕсенче асăрхарĕ. Асăрхарĕ те — шик шăхăрса пурăнакан çамрăк пĕтĕм канăçне çухатрĕ. Дина, вунулттă тултарса вунçичче пуснăскер, çӳçе вулли пек йăрăс кĕлеткеллĕ те тĕнчене янк шăтарса тухнă тăнк кăкăрлăскер, çутă та хаваслăскер, йĕкĕт чĕрине туххăмрах çатăрласа тытрĕ, кăвар сапрĕ. Хĕрсемшĕн нихăçан та ытлашши вĕтеленсе ӳкмен каччă ăшчикне çак кăвар, пĕр витре бензин чашлаттарнă евĕр, çулăмпа лапах тултарса лартрĕ, кăкăрне пăвăнтарса, ăнне-пуçне вĕтелерĕ. Ăна халь, чăрсăр та пуçне пырса кĕрекен пур шухăша та пурнăçлама сĕкĕнекен вĕри юнлă Виталие, çулталăк çурă ытла варлăн калаçкаласа пурăнакан Нина та, хăйĕн, тен, Нина пур çинчех çапла тума хистесех хистемен кăмăлĕ те, никам та, нимĕн те тытса чарма пултараймарĕ. Унăн вĕресе кăпăкланакан шухăш-кăмăлĕ халь пĕртен-пĕр Динăпа. Динăн ыйхă витĕр те пулин йыхăрса чĕнекен янкăр кĕлеткин асамĕпе аташрĕ-асапланчĕ. Пĕлмен, чухлăман мар Виталий, пĕлнĕ, чухланă: çак туйăм, этем чĕринче хавхалануллă хăватпа тан тапса тăракан çак нĕрсĕр те пархатарлах мар туйăм, ту тăрринчен хыттăн ыткăнса анакан шыв-сикки евĕр, чарусăррăн та çул çинчи чăрмавсене сирпĕнтере-сирпĕнтере, йĕкĕте те, никама та пăхăнмасла шавлăн та пăтравлăн талпăнчĕ те талпăнчĕ ирĕке, хăйне пĕр чиперлетсе, пĕр путсĕрлетсе талпăнчĕ те талпăнчĕ. Ĕмĕтленес ĕмĕчĕ нушаллă-аптăравлă кулавккалансан та, ни çăварлăхласшăн, ни пуçĕпех пăчлантарса лартасшăн хыпăнмарĕ вăл ку туйăма, пачах та урăхла — çурхи шыв пĕвене кĕрлесе-çĕмĕрĕлсе аннă чухнехилле, ăшĕ-чиккинчи пухăнса çитнине яш халлĕн те ӳкĕнĕçсĕррĕн йӳле ячĕ. Ăнланчĕ, тавçăрчĕ йĕкĕт: килекевни — этеммин чун-чĕринче тĕвĕленни — тепле пусахласа-чăлхантарса тăрсан та, хăйĕнчен те, çын куçĕнчен те пытарас тесен те, хăçан та пулин тĕтĕм пек çăран та чăтăмсăррăн палкаса тухать-тухатех. Эппин, акă вăл, Виталий — пĕлĕр те чухлăр, курăр та тĕлĕнĕр — пурнăç тумхахĕ-сакăлти урлă, яшлăх юрĕ-юпанчи витĕр шуххăн та суккăррăн яри утакан çамрăк этем.
...Çуллахи кун, хитре кинофильм пек, пăхса тăранайми тем тăршшĕ.
Виталипе Дина кăнтăрласем тĕлнелле тин пуçтарăнса тухкаларĕç. (Çырла татакансем хĕвел хăпарса çитнĕ тĕлелле тин хурлăхан ăсатмалăх татса хатĕрлерĕç; каç татса хурсан — ирĕлсе пусăрăнма пултарать.) Виталипе Дина Шупашкара колхоз çырлине леçме каяççĕ. Виталий — руль тытса пыраканĕ, шофер. Дина — пушатма пулăшаканĕ. Апла пулин те, пахчаçимĕç йышăнакан базăна вĕсем вăхăтра ĕлкĕрчĕç, тертсĕр-мĕнсĕрех пушатса пĕтерчĕç. Пушатнă хыççăн, ирхине те кăп-кап хыпкаланăскерсем, столовăйне кĕрсе, тутă хырăмпа çул та кĕске, текелесе, апат турĕç. Унтан васкамасăр килелле май тапранчĕç.
Машина та, лаша пекех, килелле май аван юртать. Çулăн икĕ айккипе тирпейлĕн лартса тухнă лăс-лăс хурăн ĕречĕсем, лĕм çилпе пăшăл-пăшăл туса, вĕлт те вĕлт ирте-ирте юлаççĕ. Тӳпе, яланлăх çуса тасатнăн, кăн-кăвак. Анăçалла, хурăн ĕречĕсем хыçĕнче, пĕр сĕвем шурă-шурă пĕлĕт татки çеç. Вăл, хумсăр кӳлĕре лăнк пулнă кимĕ евĕр, канлĕ те шухăшсăр. Ашра, утас утма çул екки пек, ырă та тӳлек.
— Ну, Дина, йăлăхмарăн-и-ха анектодсем итлесе, тен, вăхăт вĕлеркелемелле тата тепĕр иккĕшне каласа парам, э? — Шупашкара килнĕ чухне те çул тăршшĕпех култарса пынă Виталий, хĕр кăмăлне хăпартлантарса, халĕ те кăлтăр-кăлтăр кулса илчĕ. — Кичем атту санпа ларса пыма. Шарламастăн эсĕ, пĕрехмай тем çинчен шухăшлатăн?
— Кичем? — утмăлтурат çеçки евĕр кăн-кăвак куçне тĕлĕннĕ пек туса, каччă енне вăрăм куç харши айĕн кăлин пăхрĕ Дина. — Манпа кичем-и? Ай-уй, ан тĕлĕнтер-ха эс. Эп пур, сана кичем ан пултăр тесе, кулатăп-кулатăп пĕрехмай. Вара эсĕ çавна та сисместĕн-и?
Витăлий сылтăм аллтше хĕре пилĕкĕнчен çупăрлать те хăй çумнерех шутарса лартма тăрать. Дина хирĕçлет.
— Ай-уй, чăрсăрлансах кайрăн-çке эс, ик сăмах калама та пĕлмелле мар, — тет те вăл паçăрхи çĕреллех тĕршĕнет.
— Эх, эсĕ те çав, чăх чĕри, хăв хĕр пулнă, пурпĕрех каччă ытамĕнчен хăратăн, — шăл шуррисене кăтартсах янкăшать каччă. — Модăран кая юлнă эсĕ, Дина. Пĕлетĕн-и, ку чухнехи хĕрсем еплелле? Йĕкĕте хыçран чуптарса ĕшелентермеççĕ, сăмах хушнă-хушман тӳрех мăйран пырса уртăнаççĕ. Асту, каплах сапăр пурăнсан, ват хĕре тăрса юлатăн ак. Халь чух, çырла лек чух, самантпа усă курса юлмалла ăна. Кайран йăлтах кая пулать ак. Каларĕ тесе калăн. Çырлана хăçан татаççĕ тетĕн? Çулла. Пиçсе çитсен. Хĕвел хĕртсе пăхнă кунсенче. Çумăрсем пуçлансан, кĕр сиввисемпе мĕн çырли пултăр пахчара? Пулсан та, вĕт панулмисем, китайкăсем анчах. Вĕсене те пулин шăл айне хума май çук — йӳçĕ е тăм тивнĕ. Çырлан пĕтĕм техĕмĕ те унăн — сĕткенĕ кĕнĕ вăхăтра çеç. Хĕлле компотра-мĕнре те çырла мар ĕнтĕ вăл, ячĕ анчах. Асаилӳ. Тĕлĕк, Манас мар тесе тĕмеĕлни... Тен, каччу пур-тăр сан, Дина, тĕсесе хуни, сăмах хуш-ма хăяйманни.
— Ай-уй, пирĕн те каччăсем пулсан вара. Ан тĕлĕнтер-ха эс. Вара Анат Сăрмăшпа, Тури Сăрмăшра та пĕр каччă тăрса юлас çук. Чаплă чиперуксен те кӳршĕ яла кивçене каймалла пулса тухĕ, — сăмах çукран сăмах туса хĕр йăлипе калаçрĕ Дина. — Ман каччи сăпкара лăнкăрт-лăнкăрт сикет, тет-ха. «Анне тӳттӳ пай», тесе, çари кăшкăрса выртать, тет.
Килĕшетĕн эсĕ мана, Дина. Эсĕ, темле, ытти хĕр-ачасенчен пач расна. Те сăпайлă темелле сана, те йăваш темелле. Тӳрех, пĕрре калаçкаласа пăхнипех, пĕлмелле те мар. Çапах та санра такам та ăмсанмалла ăшă пур, хăй патнелле вирлĕн туртакан ăшă, — чĕрине ку таранччен тĕкĕнмен çĕнĕ япалана тăнлать те тăнлать Виталий. — Чăн та, епле асăрхаман-ха эпĕ сана паянччен. Эсĕ вĕт хитре, чи-чи чипер хĕр. Тен, юратса та пăрахмалла мар-и сана, э, мĕнле шутлан, Дина?
Йĕкĕт каллех аллине хĕр пилĕкĕ çине хума тăрать, Дина ун аллине варт сирсе ывăтать:
— Ай-уй, эс ытла та хăюллă-çке. Чарăн. Асту, сиксеюлатăп ак. Ан чăрсăрлан!
Виталий шӳтлет:
— Дина, тепĕр çултан, эсĕ вуннăмĕш класран вĕренсе тухсан, шеп кăна туй туса ирттерĕпĕр. Хăна-вĕрле пухăпăр. Ял тĕлĕнсе тăмалла тăватă кун тăрăс-тăрăс сикĕпĕр. Килрен киле, тăван патĕнчен тăван патне, юрласа-ташласа, купăс каласа хĕвĕшĕпĕр. Купăс калаканни вара хам пулăп. Кӳрентермĕп эпĕ сана пĕрре те, йывăрĕç те тутармăп. Алă çинче çĕклесе çӳрĕп. Пĕлетĕп: лайăх арăм пулать санран. Эсĕ те упăшкуна пустуйшăнах кӳрентермен, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнăн, итлĕн. Мĕнле, килĕшетĕн-и мана качча тухма, э?..
Дина кабинăра ни чĕрĕ, ни вилĕ ларса пырать. Чухласса чухлать-ха вăл каччă сăмаххи чăн мар, шӳт иккенне. Апла пулин те, Виталий вăлтса калаçнăçем хĕр чĕрине тем çемçи, тем илĕртӳлли тумлать те тумлать.
— Темĕн, ытла та час кăранклатмастăн-и эс? Туй тени шуткă япала мар та-ха у. Ай-уй, ытла нумай кĕтмелле-çке пирĕн туйсем пуласса, унччен, тен, Типменти чăп тулли шыв та юхса, шарласа пĕтĕ-и-ха... Ан çиллен е, Нинуна ăçта хурăн-ха вара, Петелкина Нинуна? Сана унпа çӳрет, теççĕ вĕт, — хăй хăюлăхĕнчен хăй тĕлĕнсе, аччă енне чăр-р пăхса илчĕ Августина. — Вара сан тую та шăнчĕ пулать, мана качча илесси, эппин. Вăт çапла, шофер юлташăм, юрату чăмакки.
— Шăнмасть, — пат татса калать Виталий. — Унпа, Нинăпа, эпир ахаль анчах, çăвар вылятмалла тенĕ пек кăна калаçкаласа пăхнă. Ара, пирĕн вăхăтра, яш чухне, чун валли тупăниччен кампа та пулин калаçмаллах-çке-ха, сăмах вакламалла. Йăли çапла ĕлĕкрен. Унсăрăн кун килмест, каç иртмест. Ăшĕ-чикки çемçе мар Нинăн, чул пек хытă. Чун-чĕри хытă çынпа, ху пĕлен, камăн кăмăла хытарсах çӳрес килĕ. Атя, калаçар та мар ун пирки: пулнă-иртнĕ, çав кăна. Вăт, эсĕ вара, Дина, çурхи лĕпĕш пек, çутă та май хĕвелĕ пек таса, Ангел, пĕр сăмахпа каласан...
— Ой-ой-ой! Эс тем те сӳпĕлтетсе пĕтĕн... — вăтаннипе хĕп-хĕрлĕ пулса каять хĕр. — Чĕлхене чармасан ăна, палка та палка. Темĕн, пĕр вăхăтра сирĕн туйĕ те пулмалла пек пуплетчĕç-ха. Нинăпа иксĕрĕн. Эп, интересленсех çӳремесен те, илтнĕ.
Виталий йăшăл-л чĕрĕлчĕ:
— Ара, сас сарма нумай кирлĕ-и! Паян, ак, Петӳкпа Кĕтерук варлă, те, ыран — мăшăрланма хатĕрленеççĕ, те, тепĕр кунне — туйĕ, те. Кирек-мĕнле сас сар — пурне те ĕненеççĕ. Калăпăр, ак, тăватмине ВиталипеДина Шупашкартан вăрттăн çырăнса килнĕ, те, тĕпчесете тăмаççĕ, наччас ĕненсе лартаççĕ. Пĕлеп эп ял çынниçăварне: мĕн илтет, тепĕрне çавăн чухлĕ иккĕ хушса кăтартать. Хĕрĕ патне пĕр каç кайма çук — тӳрех туй пиркй янкăлтатаççĕ. Элле, сас сараççĕ тесе, урама та тухма юрамасть-ши вара ман? Эп, мĕн, тепĕр тесен, манах-им?
Çук, эп çиллентерес тесе мар-ха. Сасси-хури çапларан кăна. Шавкăнĕ ку пĕр виçĕ уйăх каяллах, эс малтанхи хут салтака каять тенĕ чухнех тапса тухнăччĕ те, — тапратнă шухăшне, ахăр, пĕтерсех пĕтерме тĕв турĕ Дина. — Çапах та, мĕн вĕт-ха, интереслĕ: çыннисем пĕр хушă калаçаççĕ-калаçаççĕ сирĕн пирки, пăхатăн та — пустуях иккен. Суя хыпар. Ахальтен каламан-тăр çав: халăх çăварĕ хапха, тесе. Халăх çăварĕ çуккине те пур тăвать, пуррине те çук тăвать. Ĕнен вара ун пек хыççăн çын сăмахне.
— Ан та кала ĕнтĕ, — Дина кăмăлĕпе шалтах килĕшсех лартрĕ Виталий. — Нинăпа эп вĕсен хапхи умĕнче, элле, пĕр виçĕ хут тăнă-ши — тăман-ши, ме сана, ак — туй! Туй япали вăл пустуй япала мар-çке. Шăли-вали хăтланмалли путиш мар. Пĕр тытăнсан — ĕмĕрлĕх япала. Малăшт Нинăн качча тухас шухăшĕ пулнă пуль. Качча тухас текен пур хĕре те качча илсе пĕтерейсен кунта... Пĕр ĕмĕр мар, вунă каччă ĕмĕрĕ кирлĕ. Эпĕ вара, Виталий, пĕрре çеç. Авланасса та вара манăн пĕрре çеç авланмалла, пĕрререн пĕрне, чун килĕштернине, хама юравлине суйласа илмелле... Э-эх, сана пулсанччĕ, Дина, ним шухăшсăр-мĕнсĕр качча илсе ямалла та вĕт. Сасси-хурине ăна сарĕç-ха, эс ытларах итле...
Тата ик, тата ик хĕлтен,
Тата ик, тата ик çуртан
Салтакран килетĕп каялла, —
хаваслă кăмăлпа янраттарса ячĕ вырăсла юрра йĕкĕт. — Эх, патька. Пурнăç мар, çăтмах пек паянхи кун, Дина!... Çăтмах пек...
— Чăн та, — йăлтăр кулса илчĕ хĕр те, — эс икĕ хут та салтака кайма тытăнса пăхрăн, пĕлтĕр те, кăçал та ял тавра, тăвансем тăрăх тутăр вĕçтерсе виç-тăватă кун юрласа çӳрерĕн-çӳрерĕн, пурпĕрех Канаша кайса ик-виçĕ кун пурăнкаласан каялла пере-пере килтĕн. Темле, шутсăр мыскараллă пек курăнчĕ çак?
— Ничево, кĕркунне пуçĕпех каятăп ак. Курас тесен те икĕ çулсăр курассăр пулмĕ. Лешсем, вĕсем, пĕлтĕр кĕркуннепе кăçал çуркунне пикенсе пăхнисем, тĕрĕслӳ вырăнне çырлахрĕç, урăхла каласан, разведка вырăнне, эппин. Малтан, çалăçăва çĕклениччен, каймалли çĕрте, ăçта мĕн пуррине разведка кайса тĕрĕслесе килет...Тӳррипе, сан умăнта ма тунас? Аçа çапасшĕ, тем мурла-çке кашни хутĕнчех çĕнĕ чир тупа-тупа параççĕ. Иртнĕ кĕркунне, акă, куçна сиплесе çитер, терĕç; çуркунне, ав, (эх, пĕсмĕлле!) татах темле чир шыраса тупса пачĕç. Шофера та вĕренсе тухрăм, чиперех çӳретĕп. Чир таврашĕ те манра халь пĕр пĕрчĕ çуках. Тепĕр тăватă уйăхран ĕнтĕ, кĕр мăнтăрĕпе, ту-ту-ту вара, çара!.. Ну, çитĕ, эппин, лĕпĕртетсе пырса, итле анекдотсем!
Калаçсан, çул кĕскелни сисĕнмест. Акă, Шупашкартан тухни те тин кăна пекчĕ, ĕнтĕ Çĕрпӳ те паçăрах хыçа юлчĕ. Чурачăкран та, Канашран та иртрĕç, машина халь Каçал таврашĕнчи уйлă-вăрманлă вырăнсемпе вĕçтерсе пырать. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн, сисĕнмесле кун та каçа сулăнчĕ.
Виталий, хытă пыракан грузовика хулленлетсе, сылтăмалла варт пăрчĕ те вăрманлă çулпа шатăртаттарса кĕрсе кайрĕ.
— Эй, ăçталла эс, Виталий, чипертерех. Ухмаха ертĕн-и? — мăн çултан тăруках таçталла ыткăнса кĕнипе тата тӳрех ланкашка-тункашка пуçланнăран тăнк-танк сиксе пымалла пулнипе чăй-чай турĕ хĕр. — Ой, пĕтрĕмĕр, çăлăр!
— Тӳс пăртак, чăт. Часах, ак, Сарă кун çĕршывне персе çитетпĕр, — пакша пек вĕлт те вĕлт пăрăна-пăрăна чупать вăрман çулĕ грузовик умĕн. Аялтан çăра тусан каплана-каплана хăпарать — кабинăна сăрхăнать, сывлама пăчăхтарать. — Динка, хăпарт кантăкна. Атту негр çури пек пулан!
Мăн çултан пĕр виçĕ çухрăм евĕрлĕ шалалла кĕрсен, янках уçăлчĕ тавралăх. Грузовик, чăмса шăтарса кĕресле, çавра кӳллĕн пĕр хĕрне пырса чарăнчĕ. Тусан, машинăпа танах ĕлкĕрсе пырам текенскер, хăйне сасартăк тытса чарниле шалт чыхăнса, паçăрхи сулăмне чакараймасăр кӳ! иртрĕ малалла, вара пăртакран, хĕмĕ пĕтнине сиссе, урапасем айне лăпсăр-р пулса выртрĕ.
— Ну, вăт, çитрĕмĕр те, хăвала, Динка, — терĕ те йĕкĕт, йăпăр-япăр хывăнса пăрахса, кӳлле шампăртатарса кĕчĕ.
— У-ух, ырă-çке!
«Ара, ку мĕн кӳлли вĕт, Ваттал кӳлли. Шкул ачисем тахçанах килме шут туса ку тарана та çитсе курма май килмен чаплă кӳлĕ, колхозăн чи аякри чикки», — шухăшласа илчĕ Дина. Вăл та, кабинăра пырса самаях пăшăхнăскер, панкăлт! сикрĕ лĕп шыва; хăй çуйăхать, ахăлтатать: — Ой, шы-ывĕ-ĕ, шы-вĕ! Виталий, ку Ваттал кулли-и? — тет.
Виталий: «çавă-çавă», — тет те хĕр патне çывхарать, выляса, ăна путарма тăрать. Хĕр, çавна сиссе, йĕкĕте кутăн çаврăнать те урисемпе ун пичĕ умĕнчех çатăл-çатăл тутарать, шыв пĕрхĕнтерет. Йĕкĕт, куçне-питне чыхăнтаракан шыв шавкăмне чăтаймасăр, аяккалла тапса сикет: «Ну, Динка, тăхта!»
Йĕкĕт, пĕр кана чееленсе, урăх пач капла хăтланас мар пек, хĕр çывăхĕнче йăппăн-йăппăн ишкелесе çӳрерĕ, лешĕн сыхлăхĕ йăмнă пек пулсан, Динăна тĕллесе, йăр-р чăмса кĕрсе кайрĕ те ăна уринчен кап! ярса тытрĕ. Çари! çухăрса ячĕ хĕр хăранипе, хăрах урипе йĕкĕте питĕнчен çат! çатлаттарчĕ. Виталий, хĕр урине самантрах вĕçертсе, çăварне шыв лекнипе Дина патĕнчен тĕк татнă пек аяккалла вĕçтерчĕ, унтан, çăварĕнчен шыва сурса кăларсан, каллех Дина тавра явăнма тытăнчĕ: «Ну, асту сана, тытап-ха, ак, тытап пĕрре...»
— Ну, Виталий, чарăн, çитет, йăлăнатăп, — чăнахах та ытлашши алхасма кирлĕ маррине палăртса-тилмĕрет хĕр. — Атя, луччĕ... юрату çинчен пĕр-пĕр анекдот каласа памăн-и?
Каланине итлет Виталий, алхасмасть урăх, çумлăн тарават ишме пуçлать: «Анекдот тетни-ха, юрату çинчен-и, çакăнтах, шыврах-и?»
— Ма тата, кирек те ăçта каласан та пурпĕрех пуль вăл? — кулать Дина.
— Ну, юрĕ-çке, тепĕр тесен, чăн та, пĕрех мар-и, ара, хăть шывра, хăть типçĕр çинче кала ăка — техĕмĕ çавах унăн, тулĕк асту вара — кулнă чухне çăварна аллупа хупла: шыв анкĕтĕр... Итле, эппин, тăрат хăлхуна, — çапла каларĕ те Виталий ытахальтен сых ятне тенĕ евĕр, машина тăнă еннелле çаврăнса пăхрĕ. Ак тамаша, Динăн мар, хăйĕн хăлхине тăратмалла пулса тухать-çке капла. Инçех те мар, çыранра,-кам тейĕр, никам та мар, витре йăтнă Нина тăра парать — Виталий савнийĕ. Виталий унран тарас-тарас, хăпас-хăпас тесе тăрмашакан этемĕ. Хăй, Нина, Динăпа Виталлй еннелле пăхать-пăхать, кӳлĕ леш хĕрринчен илтĕнекен сасăсене тимлет.
Дина та, йĕкĕт тăруках шăпланнине кура, вăл куçлакан çĕрелле пуçне пăрчĕ: «Э-хе, Нина мар-и, ара, ку, Петелкина, хамăр ялсем. Ара, çавă вĕт, çавă, Петелкина».
Çумăр ӳккелеме тапратрĕ. Сисмен те, паçăрхи сĕвем-сĕвем пĕлĕт купаланса, вăрман тăрнех килсе капланнă иккен, пир çапнă пек, пăттин-паттин-пăттин-пат... тăрăнтарать çумăрне.
— Тавай каялла! — команда панă пек, те хăйне, те Динăна хавхалантарма хыттăн каласа хучĕ те Виталий, аллисене ӳсĕмлĕн яра-яра ывăтса, çыраналла ишме тытăнчĕ. — Кам малтан? Хăвала!
Дина та, тумлам чĕпĕтнипе çӳçене-çӳçене илсе (çумăрĕ сивĕ, мур илесшĕ), кӳлĕ питне йăр та йăр çурса пырать. Калăн: дельфин — хĕвелпе пиçнĕ çурăмĕ йăп-йăлтăр, çыраналла сăнă пек вирхĕнет. Пĕртте Виталирен юлмасть. Çырана вĕсем пĕрлех чашкăрса çитрĕç.
Виталий, шывран тухнă-тухман, Нинăна курмиш тусах, хӳтте, кабинăна кĕрсе тарма тăчĕ. Анчах та Нина ăна хăй хыттăн чĕнсе тытса чарчĕ:
— Виталий, тăхта-ха, калаçмаллисем пур.
— Мĕн, ара? — ирĕксĕртереххĕн чарăнчĕ Виталий. — Пĕтнĕ пирĕн иксĕмĕрĕн калаçса. Каларăм вĕт эпĕ сана пĕркунах, пулнă-иртнĕ, манар, туп урăххине, терĕм. А эсĕ — хăвăннех. Намăса пĕл!
Дина, Виталий çăварĕнчен капла сăмахсем шутсăр хăвăрт сирпĕнсе тухнинчен тĕлĕнсе, кăн-кан пăхкаларĕ, йĕпе куç хупанкисене мăч-мăч Хупа-хупа илчĕ.
— Виталий, чунăм, тархасшăн, ан пĕтер ман пурнă-çа. Йăлăнатăп. Пĕтĕм чунтан-вартан ыйтатăп — ан пĕ-тер?! — Нинăн кăкăр тĕпĕнчен сăрхăнса тухакан ӳпкевлĕсассине илтнипе, сиввĕн туйăнса каять Динăна. Тӳпереншăпăртатсах тăкăнма тытаннă çумăртан та сиввĕн. — Пĕр уйăх ĕнтĕ эсĕ манран таçта тарса çӳретĕн. Курăн-мастăн, курăнсан та, пăрăнса иртетĕн. Эп тĕнчере çукпекех. Нивушлĕ пĕтĕмпех суя пулчĕ вара ку? Нивушлĕсан чĕрӳнте ман валли пĕр чĕптĕм хĕрхенӳ те юлмарĕ.Эй, турăçăм! Çук, ĕненместĕп!
Виталий, халь-халь вĕçерĕнсе каяс сассипе, çиллес калать:
— Ну, мĕскер, эс, йоккăр-маккăр, пур-и сан, тепĕр тесен, пуç. Е пуç вырăнне арпалăх кăна-и!? Çитет. Эп санпа ку япала пирки урăх калаçмастăп. Пĕрре каланă — итле! Эс пĕчĕк ача мар, — шухăшла! Шухăшламалăх ӳснĕ. Енчен те каплах кутăнлашсан — пĕтрĕ, хăвăнне ху пĕл. Маншăн ик айкки те тăвăйкки. Кутăнлашмасан, эп каланине хăлхуна чиксен, ну, кайран унта, мĕпле калас та — курăнĕ...
Йĕкĕт, санпа калаçса тăнинчен мĕн усси, çăвар тутние сая яни кăна тенĕшкел, Нина енне аллипе лаше улчĕ те грузовик патнелле ярăнтара пачĕ. Кабинăна кĕрсе чăмиччен, хăй тата çакăнта, курни-илтнипе хытса пĕр вырăнта нимĕн хускалми тăракан Динăна та шартах сиктерчĕ, хыттăн кăшкăрчĕ: — Дина, атя часрах, çумăр шапарсах кайиччен тухса сирпĕнер кунтан!
Ним тума аптăрарĕ Дина. Те унăн халь Виталий еннелле, грузовик патнелле, утмалла, те çумăр айнех Иинăпа пĕрле юлмалла? Мĕнешкел начар та путсĕррĕн туйрĕ вăл хăйне Виталий Нинăна каланă сăмахсене итлесе тăнă чухне. Вара, тен, халь юратмасан та, унччен килĕштернĕ çынна, варлă пулнă хĕре çапла хăйса, сас хăпартса калама юрать-и йĕкĕтĕн? Нихăçан та! Ой, мĕнешкел килпетсĕр япала ку? Нина, Нина... Нивушлĕ Дина савса пăрахас çын хăçан та пулин унпа çапла сиввĕн калаçма хăйĕ? Нихăçан та! Ĕмĕрне те! Ун пек енне кайсан, ĕмĕрне хăраххăн ĕмĕрлĕ те вăл, усал каччă унăн савнийĕ пулмастех!..
Хăйĕн вара урисем, çаран хĕрринчи çереме пăчăл-пăчăл тутарса, машина еннеллех утаççĕ.
Хыçалтан те Виталие, те Динăла Нинăн тăвăянă сасси хăвалать:
— Ох, йытă пичĕ! Çав çынна юратрăм пулать-и-ха эпĕ, çав чул чĕрене? Юрĕ, хам пĕлнĕ пекех тăвăп, юрĕ. Анчах та кайран кая пулĕ, Виталий, асту. Ухмахăм. Дина, ан итле ăна, Дина! Унăн пĕр сăмаххине те ан итле. Суять вăл. Ултавлă унăн сăмаххисем, ултавлă.
Наркăмăшлă...
Нинăн юлашки сăмаххисене илтеймерĕ те пулас Дина — хăлхана грузовик кĕрлевĕ хупласа хучĕ. Хĕр кабинăна кĕрсе ларчĕ. Машина вырăнтан тапранчĕ. Виталий, çул çине пăрăннăçем, пуçне тулалла кăларса, Нинăна кăшкăрчĕ: «Килĕшетĕн-тĕк, яла лартса çитерме пултаратăп!»
Нина, çумăрпа йĕп-йĕпе шапарнăскер, витрине йăтса, шанчăксăррăн та ӳпкевлĕн, хурлăн та тăлăххăн йывăçсем хушшине кĕрсе çухалчĕ. Виталий газ педăлĕ çине сулăмлăраххăн пусрĕ.
Ăçтан пĕлме пултартăр-ха Виталий паян ирпе кăна колхоз вĕсен ялĕнчи ĕне ферминчи ĕнесене кунта, Ваттал кӳлли çывăхне, çуллахи çитермене илсе килиине! Пĕлнĕ пулсан-и? Пĕлнĕ пулсан, вăл Ваттал кӳлли патĕнчен çĕр çухрăмран аяккарах пăрăнса иртетчĕ. Ухмах, вăт, халь мĕн мыскари лăпăртатса тухрĕ-ха ĕнтĕ? Асра çук çĕртен! Камит! Ы-ых çав Нинăна! Яланах ун кирлĕ-кирлĕ мар çĕре сĕкĕнсе çӳремелле. Доярка! Çук вĕт, шыва кĕнĕ тĕлтен пăрăнса иртес пур. Ак, халь, каллех хушма ĕç: Динине çĕнĕрен хăй еннелле йăлмакламалла! Çавăрттар та çавăрттар чĕлхене бесплат! Ну, кун-тăк кун паян вара! Кун мар, детективлă кино!.. Пĕр ӳстерсе каламасăрах çапла!..
— Ну, Дина, çитет ĕнтĕ сăмсуна тăсса, — асфальт çул çине хăпарсан, Нинăпа калаçнин тарăхăвĕ сĕвĕрĕлме тытăннă пек пулать Виталин. — Тавай анекдот каласа парам луччĕ, юрату çинчен. Эс паçăрах итлесшĕнчĕ вĕт?!.
Дина чĕнмест. Ун ăшĕнче — уяр куна сасартăк пăсса хунă çумăрлă кӳлĕ, Виталипе Нина тата хăй.
— Вăт хĕр пулать! — калаçу сыпăнманнипе Нинăнах айăплама тăрать йĕкĕт. — Каласан та, лӳ те тумасть вĕт-ха вăл, э? Отне çыпçăнать, отне çыпçăнать. «Эпйр, тетĕп, пăртак çӳрекелесе пăхрăмăр, çитет, урăххине туп, кăмăла каймастăн эсĕ манне, сивĕнтĕм санран, хăп, тетĕп, пăрăн», вăл пур, сăмала пек, хăнк та çук, ни унталла, ни кунталла пăрăнкалама памасть, тупнă та мана, ухмаха, темле те хуçаланма юрать, тет пуль. Эп, мĕн, ун упăшки-им? Шалишь! илсе яр та унашкаллине качча, кайран ĕнсе çинчен те анасшăн пулмĕ, атя, но-о, пахха тесе, чăпăрккапа ĕнтсе пырĕ. Пĕлеп эп хĕрупраç йăлине. Малтан анчах вĕсем куççуль кăларам пекки тăваççĕ, кайран, хăйсен аллине кĕрсе ӳксен, на кăна ташлаттараççĕ вара пире вĕри çатма çинче! Ха, арăм пулман-мĕн, пулман, епле чăрсăрланать вăл? Мана хыпса-çăтса яманни кăна. Тьфу, катăрăшнăй пуçĕ! Ма кайса тата ун патне пĕрех хут. Пĕр-ик каç хапхи умне ăсатса хăварнăшăнах кашни çапла камитленме тытăнсан! Пĕтрĕ тĕнче! Иçмасса, чуптуса курнă пулсан, татахчĕ хăть, çапла калаçма сăлтавĕ пур, темеллеччĕ. Капла — хуть вĕлер, пускас — нимĕн те ăнланаймастăп. Шалт аптрамалла! Ăçта куран — çавăнта çыпçăнать. Кама савас тетĕп, çавна саватăп. Дина, çапла пуль, э?
Дина чĕнмест, Динăшăн йăлт тĕлĕнмелле. Асра çук çĕртен килсе тăкăннă çумăр та, халь те начарах мар шăпăртатаканскер, çумăрччен Виталипе хăйĕн хушшинче темпе палăрма тытаннă хаваслăх та, çумăра пула çак хаваслăх пантăрт арканса кайни те, çав хаваслăха пуçтарас тесен те нимĕнле пуçтарма май çуккăн туйăннине, кусенчен те ытла — Виталий кăмăлĕ урлă çумăр айĕнче шеперсе юлнă Нинăн эрлĕклĕ сăнĕ-пичĕ те... пурте-пурте тĕлĕнмелле. Тĕлĕнмелле те шиклĕ.
Нивушлĕ Матви те, Динăн ашшĕ, Дина амăшне, Кĕçение, хăçан та пулин çапла каласа кӳрентерме пултарĕ? Нихăçан та! Тен, пурăнан пурнăçра, ĕмĕрте пĕрре (килйышра хушăран-хушă тирĕк-чашăк та шакăртатса илетех, теççĕ) сивĕ сăмах каласси киле-киле семленсен те, ăшĕнчи кăмăлне тула кăларманах ашшĕ, тен, хăй йăлипе, чĕнмесĕр çӳренĕ-çӳренĕ пулĕ те, шăкăл-шăкăл валли сивĕ сăмах пач юттине пĕле тăркач — ирттерсе янă-тăр. Дина амăшĕн чĕвĕл чĕкеçĕнни пек кăмăлне хуçма вара пултарайман-пултарайманах. Апла-тăк, мĕншĕн-ха Виталий каччă пуçăнах чип-чипер хĕр кăмăлне, Нина кăмăлне, хуçма хăять? Ан тив, сивĕннĕ, ютшăннă пултăр йĕкĕт, пăрахнă пултăр хĕре, эппин, нивушлĕ унчченхи варлă хĕпĕртĕвĕшĕн те хуть сивĕ сăмах каламасăр чăтас мар! Тен, акă, калăпăр, Нина вырăнĕнче Нина мар, Дина хăй пулас пулсан?
Пуçне пырса кĕнĕ-кĕмен ку шухăш ăна тĕлсĕр те айваннăн туйăяса каять. Çак юнашар ларса пыракан павра та çынна наччас кӳрентерме пултаракан Виталий вара мĕн-и, унăн чун кĕтнĕ этемĕ-и?.. Савнийĕ-и? Çут тĕнчери чи хаклă çын пуласси-и? Вилсен те! Ах, епле кӳрентерчĕ вăл Нинăна, шелсĕр чĕре... Çапах та мĕн пулса иртнĕ-ха вĕсен хушшинче, мĕнле хура кушак каçса кайнă: пĕри — чăркăш, тепри — ӳпкевлĕ?..
Çумăрĕ ку вăраха тăсăлакан йышши пулмарĕ курăнать. Пĕр çур çехет майлă ку тăрăхри уйсем, вăрмансем тăрринче чармакланса тăчĕ те вăл, тата леререх тепĕр-так шăварса пăхам тенĕшкел, хăвăрттăн тухăçалла куçрĕ. Тӳпе хĕрри çуталса кайрĕ. Анакан хĕвел ансах лариччен, пĕлĕт айĕнчен тепре тухса пăхма пӳрнишĕн хĕпĕртесе, ăшă-кăвак çутине çумăр иртнĕ тĕнче çине савăккăн сапаларĕ. Асфальт — тумлам тӳнккесе ывăннă çул — йĕп-йĕпе.
— Ну, калаçасах темесен, ан калаç. Эп ирĕксĕрлеместĕп. Ну, эппин, итле, Ваттал кӳлли пирки мĕн илтнине каласа парам, легенда, — терĕ те Виталий, Нинăпа курнăçнăранпа хĕр хăйĕнчен ютшăннине сиссе, нимĕн те тăвайман енне халап яма тытăнчĕ: ара, мĕн-çке-ха, хĕр кăмăлне çавăрмалла-çке-ха унăн. Калаçмасан, юмахламасан, панккав пек çăвара шыв сыпса пырсан, кам хĕрĕ çавăрăнтăр-ха тăруках. — Ну, мĕн, ку юмаха та эпĕ асаннеренех илтсеттĕм. Пурăннă, тет, хайхи, тахçан сĕм авалах пĕр сĕм-сĕм патшалăхра пĕр хĕрпе пĕр каччă. Каччи Ваттал ятлă пулнă, тет, хĕрĕ — Явраç. Иккĕшĕ те калама çук чиперскерсем; хĕрĕн — пĕр пичĕ уйăх та, тепĕр пичĕ — хĕвел, каччин сăнĕ-пуçĕ кăйкăр та, пĕвĕ-сийĕ — кĕреш. Иккĕшĕ те пĕр чăмăра чăмăртанса, савăнса, ыр курса пурăнмалли мăшăр. Анчах та мĕн çав, шутласса пĕр тĕрлĕ шутланать те пурнăç — пуласса вара пачах тепĕр майлă çаврăнса тухать. Мĕн калăн, аваллăхри яланхи истори: хĕрĕ пуян хĕрĕ пулнă, Ваттал — чухăн çын ачи. Явраç хăйне Ваттала качча пама тем пек тилмĕрсе ыйтсан та, ашшĕпе амăшĕ унăн, хĕрĕшĕн питĕ пысăк хулăм илме ĕмĕтленсе, ку шухăшпа шат та пат килĕшмен. Явраçа вĕсем, кĕçтин вăхăтĕнчех, унпа пĕр эрнерех çуралнă тепĕр çĕрме пуян ывăлĕпе çураçса хунă пулнă-мĕн, пĕве кĕрсе çитсен, иккĕшне те туй туса пĕрлештерме калаçса татăлнă, эппин. Хайхи, палăртнă кун та персе çитнĕ, çĕр чĕтретсе, ян янратса хӳхĕм туй тапранса кайнă. Тапранса каясса кайнă та-ха вăл, анчах та мĕнле пуçланса кайнă, çаплах пăчланса та ларнă. Явраç, кăра та юратман çынпа ĕмĕр ĕмĕрлеме килĕшмек Явраç, пĕтнĕ пуç пĕттĕрех тесе, тытать те, малтан шухăшласа хунă пекех, туй сикки сикнĕ вăхăтрах, хĕве хупăнас самант çитсен, упăшкине кăкăрĕнчен çĕçĕпе вилмеллех яшлаттарать, хăй вара çав каçхинех эпир тинтерех кăна тухнă вăрмана кайса çакăнать... Йĕкĕчĕ ăна, савнă Ватталĕ, иккĕшĕ пĕрле таçта аякка, инçене-инçене, хурлăх çук çĕре тухса тарма канаш панă пулнă-мĕн. Явраçĕ вара, чунтан-вартан юратнă Явраçĕ, çапла çеç тавăрса каланă пулать. «Тавтапуç, Ваттал, эпĕ сана юратрăм, эпĕ сана çав тери хытă-хытă юратрăм. Хамран та, пурнăçран та ытларах юратрăм. Апла-тăк, эпĕ телейлĕ. Манăн атте-анне пире пурпĕр пĕрле тăвас çук. Урăх телей мана кирлĕ мар», — тенĕ пулать. Ваттал та, хуйхăпа тăвăннă Ваттал, нумай тӳсеймен иккен, Явраçа пытарнă кунах савнийĕ çакăннă туратранах кайса çакăнать. Пӳкле виличчен вара, телей пӳрменшĕн эрленсе, Явраç вилтăпри çине ӳксе макăрнă пулать хăй. Çав куççультен вара кӳлĕ пулса кайнă имĕш — Ваттал кӳлли; вăрманне — Явраç ячĕпе асăнма тытăннă Явраç кати... Тепĕр чухне, çĕрлесерен, уйăх кăшт палăракан тĕттĕм каçсенче икĕ этем мĕлкине аванах асăрхама пулать, теççĕ, хĕрпе каччă мĕлкисене. Кӳлĕ питне сисĕни-сисĕнми пăлхантарса ишеççĕ, савăнаççĕ, калаçаççĕ, тет, хăйсем. Кăвак çут килеспе вара пач таçта кайса çухалаççĕ, тет. Куракансем пулнă. Асанне те калатчĕ: çаплах, тетчĕ... Эс, мĕнле, ĕненетне çавна, Дина, тен, вĕсен чунĕсем паян кунчченех пурăнаç-çĕ, э?
Дина, кӳлĕ патĕнче пулса иртни пирки шухăшлама пăрахса, паçăрах Виталий халапне тăнласа пырать иккен: йĕкĕт калама чарăнчĕ те, хĕр кăкăрĕнче темĕн ырри йăнкăрт! туса илчĕ — ах, мур каччи, пултарать тĕмĕн пике чĕрине çу сĕрме! Кур-ха, çилленес-çиллĕнес, тет йĕкĕте — çилленеймест. Таçта мур шăтăкне кайса кĕнĕ çилли, çурхи çил пек тухнă та вĕçнĕ хĕр ăсĕнчен. Тĕсĕ те юлман. Иçмасса, шухăшĕ те йĕкĕт маях çаврăнать, ав:
— Ай-уй, — каччă сăмахне ӳсĕмлетес тенĕн, хыпăнанçи тăвать Августина. — Ан тĕлĕнтер-ха. Ара, хăçан пулнă вăл çын вилсен чунĕ ирĕкре çӳрени? Эс, тем, турра ĕненекен çын пек калаçан, тĕшмĕшлĕ çын пек...
— Да-а! — тет Виталий, пысăк шухăша пĕтĕмлетес философ евĕр. — Вăт этемсем! Нумай шухăшласа тăман, тытнă та çакăннă. Иçмасса, пĕри кăна мар вĕт-ха, иккĕшĕ те. Йĕкĕчĕн кăшт ăслăрах пулмалла пулнă та çав. Явраçсăр пуçне урăх хĕр тупаймăп, тенĕ-ши? Хĕрĕ вăл амăш пĕтмесĕр пĕтмест-ха, вăт тăмсай! Пуçа илнĕ те çакăннă. Кайран хăть — вĕсем хыççăн — тĕнче ишĕлсе антăр. Эс, мĕнле, Дина, хăвна ирĕксĕр качча парас пулсан, çакăннă пулăттăн-и?
— Малтан ху кала-ха: çакăннă пулăттăн-и... хĕрӳ пӳкле вилнине пĕлсен?.. — савăла савăлпа шанлаттарса кăларма хыпăнать хĕр.
— Çук, çакăнман пулăттăм, — шарт татса пĕлтерет хăй кăмăлне йĕкĕт. — Ĕ-мĕр-не те!
— Мĕншĕн? — çунакан кăвайт çине каллех çапă пăрахать хĕр.
— Мĕншĕн тесен... — пĕр çеккунта шухăшласа тăрам пек пулать те малалла сиккипе вирхĕнет Виталий. — Мĕншĕн тесен, чи малтан, паçăрах каларăм ĕнтĕ: амăшĕ пĕтмесĕр хĕрĕ пĕтмест. Эппин, Явраç çĕре кĕчĕ тесе (Явраçах тейĕпĕр ăна), ĕрлесе йĕме те кирлĕ мар. Синкерлĕ вăхăтна ирттерсе яр та каллех тепĕр пикене килĕштерсе пăрах. Йăл та ял çиçкелесе çӳре. Авлан. Килйыш йĕркеле. Çын тĕлне кăмăллă çын тупăнатех вăл, хĕрарăм тени пушшех те. Кирлех-тĕк — теçеткипех. Суйлатасуйла кăмăлу туличчен. Ан ӳркен. Унтан, авланасах темесен, хăраххăн та пурăнса ирттерме пулать. Хăраххăн пурнăç тата мĕнрен кая? Арăм, çук, парăм çук. Никам та сана вăрçмасть, ятлаçмасть, кĕвĕçмест. Пурăн та пурăн ху еккӳпе, ыр курса. Тĕнче çутипе киленсе. Лере унта, тупăкра, çĕр тĕпĕнче, мĕн аванни пултăр. Аванни ĕнтĕ вăл кунта, çĕр çинче, хĕвел питтинче, хамăр юп курса пурăннă вăхăтра. Пурнăçăн кашни кукрашки-макрашкишĕнех çакăнас тесен, вĕрен те çитмĕ çут тĕнчен. Çук, такам-пĕри чикмек тăратса парсан та, килĕшместĕп эпĕ çакăнма, ĕмĕр тăршшĕ чирлесе выртам та — çакăнма килĕшместĕпех. Ара, çак тĕнчене, çак ытармалла мар тĕнчене пăрахса каяппи? Нихăçан та! Пăх-ха, мĕнешкел чаплă та илемлĕ çутçанталăк: хĕвел пăхать, çумăр çăвать, вăрман кашлать, тĕнче ешерет. Ырлăх! Эпĕ вара хам çине хам алă хуратăп пулать. Парадокс! Камĕ те, Явраçĕ, тăмсай мар-и, ме сана! — ашшĕ-амăшĕ суйласа хунипе çырлахман, тавай, хăй килĕштернине пар! Тен, пĕлме çук, аванах пурăнса каятчĕç-и-ха пуян упăшкипе те. Вăл та çамрăкскер, лăппи-лаппи çынах пулман пуль-ха. Тен, кайран-кайран, вĕсенчен чаплă мăшăр та тупайрас çукчĕ-тĕр. Пурнăç çапла çав, шăли-вали хăтланнине пĕртте юратмасть. Тилхепине унăнне шутсăр кăрттăн тытса пыма пĕлмелле. Пĕлеймерĕн-тĕк — наччас сулăнка шаплаттарса хăварать. Çук, килĕшместĕп эп хам çине хам алă хума! Ним парсан та! Дина эс мĕнле, ма нимĕн те шарламаотăн?
— Вăт, тупăннă мыскараçă! — шухăшлăн итлесе пынă çĕртенех шӳтле персе ярать хĕр. — Эс темле те, ман ун пек-кун пек пирки пуçа та пач пырса кĕмен. Вăл савниллĕ çынсен анчах пулать пуль? Хĕрпе каччă, хушшинче, эппин? Пирĕн халь каччă шухăшĕ те инçе-ха.
— Тыттар, эс тата ĕмĕр качча каймасăр пурăнса ирттеретĕп, те. Суй. Наччас ĕненсе лартап, — кулать Виталий.
— Ма, чăнах. Мĕн пур вара каччăсем çумĕнче ытлашшиех? Хăйсене таçта кайса хунă, сăмсисене каçăртнă. Эпир анчах теççĕ пуль. Пĕлессӳ килет-тĕк, мана вĕсем пĕри те килĕшмеççĕ, — ку сăмахсене Августина чăнласах калать, ахăр, кăлаçнă май куç хӳрисене хытарнă. — Унашкал йĕкĕтсене качча тухиччен луччĕ килтех пăнтăхса ларам.
— Э-э, халь анчах капла калан эс, ак, вĕренсе тух-ха, вунă класс пĕтер, ху та сиссе юлаймăн, вашт çеç качча тухса вĕçтерĕн. Аçу-аннӳне те пĕлтерсе тăмăн, — хĕр имахне ним вырăнне те хумасть Виталий. — Хӳри вĕçне туй килчĕ-тĕк — пĕтрĕ вара хĕрупраç! Йĕплĕ карта çавăрсан та чараймăн.
— Çук, эп ун йышши мар. Каларăм качча каймастăп тесе, сначăт, каймастăп. Эс мана пурин пек те тесе ан шутла, ман — хамăн характер, — чĕрре кĕме тăрать Дина. — Çан пеккине, акă, ăнланма çук этеме, калăпăр, качча тух та, кайран вара ĕмĕр таршшепе шар курса пурăн. Çапла мар-и?
— Э-э, çу-ук, пачах та апла мар: эп ирĕклĕ, эп тăлăсăр, эп сăнчăрсăр этем. Пирĕн юрату та, Дина, хĕвел пек çутă та, тĕнче пек илемлĕ пулĕ. Эсĕ те ман çумра хĕвел айĕнчи хĕвелçаврăнăш пек телей курса пурăнăн, пыл пек ирĕлĕн. Шантаратăп! — екки ярса шăрантарать каччă. — Килĕш ман арăм пулма, э? Эпĕ сана ĕмĕр пĕр сивĕ сăмах каласа курмăп, чечек пек пăхăп?..
— Ну катăк та иккен эсĕ, Виталий, те чăнласах калаçатăн эсĕ, те шӳтлесе? Санпа эпир çуммăн тăрса та курман вĕт-ха, эсĕ пур, тӳрех, ухмахла, авланассипе. Асту, кӳренетĕп ак, чарăн! — хăтăранçи пулать хĕр.
— Çук, эп чăнласах, — хĕр кăмăлĕпе çырлахмасть йĕкĕт. — Ма тахçана хăварас. Луччĕ малтанах ал çапса хурар та ун пирки — ĕçĕ те пĕтнĕ. Эсĕ те лăпкă, эпĕ те шанчăклă. Атту лĕпĕртетеççĕ, лĕпĕртетеççĕ темиçе çул, юратам, савам пекки тăваççĕ пĕр-пĕрне, кайран пăхатăн та — хĕрĕн те упăшки расна, лешĕн те арăмĕ урăх. Капла йăлт уçăмлă: калаçса татăл та туйне кĕрлеттер. Унччен, туйне лартиччен, эсĕ те никампа çӳреместĕн, сан пата та никам пымасть. Аван-и? Аван! Пĕрлешичченех эсĕ ман арăм шутланатăн, эпĕ — сан упăшку. Ĕхĕ вĕт?
— Çук çав, ĕхĕ мар, — çилленнĕн пат татса хурать йĕкĕте хĕр. Питĕнче хăйĕн — кулă. — Ну, ухмах-тăк, ухмах эсĕ, Виталий. Асту, павраса, ял тĕлĕнче иртсе ан кай...
Чăн та, сăртран хăпарсанах тăвайккин тепĕр лапамĕнче — вĕсен ялĕ. Пысăк, илемлĕ ял. Урамĕсем тăваттă. Путех, пĕрне, тăваттăмăшле, урам теме те çук-ха ăна. Пурĕ те унта виçĕ кил кăна-ха — икĕ хутлă шкул çурчĕпе çĕвĕ мастерскойĕ тата пекарьня. Пурăна киле ку урам пур урамран та чапланса каймалла, теççĕ. Почта та, çăкăр лавккипе медпункт та, сельмаг тата ялта кирлĕ çавăн йышши çурт-йĕр те чултан çакăнта тĕпленмелле-мĕн. Урамĕ те ку, пăхăсăн, ялтан çӳлерех, уçă вырăна йĕр çапнăскер, ыранхи илемĕпе паянах (киленме йыхăрнăн, иртен-çӳрене чĕнет, чĕнет хай патнелле. Чат урамĕссм, паллах, урам темеллисем, çын куçĕ авалтан курма хăнăхнисем — виççĕ. Тӳррипе, капла калани те тĕрĕсех пулмасть-ха. Чат урамĕ кунта пĕр вĕçĕнчен телĕр вĕçне çитекенни çырма тăрăх ярт тăсăлса выртаканни, тĕп урамĕ, пĕрре. Ытти иккĕшĕ, тĕп урама кĕвентепе çырма хĕрне шыв ăсма илĕртсе аннăн — тăкăрлăксем, çеремлĕ, трактор-машина ватса-таптаса пĕтермен тăпкăл-тăпкăл «çанăсем». Динăсен килĕ çак сулахай енчи тăкăрлăкра, çырма хĕрринче, Виталисен килĕ вара — тепĕр тăкăрлăкра, сылтăмринче.
Виталий, грузовик чуппине хулленлетрĕ те, асфальт çул çинчен анса, тăпра çулпа пылчăк сирпĕте-сирпĕте тăкăрлăк тĕлне çитсен чарăнчĕ:
— Ну, вăт, çитрĕмĕр те.
Дина кабина алăкне уçрĕ те, анма тесе, урисене тулалла усрĕ:
— Ой, кӳлленчĕк-çке кунта, лапра! Ирттер машинуна маларах!
— Чим, тăхта! — терĕ те Виталий, çарранахскер, кабинăран вĕлт вирхĕнсе тухса, туххăмрах Дина умне çитсе те тăчĕ:
— Ну, сик кунталла, ӳкерместĕп!
Дина, сикме сулăннăскер, нумай шухăшласа тăмарĕ, Виталий ытамне ялт тӳнчĕ.
Виталий, машинăра малтанах калăпласа хума ĕлкĕрнĕ сăлтавпа вăркăнса тухнăскер, май тупăннăшăн хĕпĕртесе, Динăн нӳрĕ те çав вăхăтрах йĕкĕт ӳт-пĕвне ыррăн та тутлăн çӳçентерекен кĕлеткине хăй çумне тачăрах та тачăрах пăчăртарĕ. Динăн куçĕ Виталий куçĕ патне ирĕксĕррĕн çывхарнăçем, мĕн пулса иртнине тăруках ăнланаймасăр, чарăлнăçемĕн чарăлса, пысăкланса кайрĕ. Дина куçĕнче пĕр вăхăтрах тĕлĕнӳ те, тем кĕтни те, шиклĕх те палăрчĕ. Акă йĕкĕт тути хĕр тути çумне çăт çыпçăнчĕ. Хĕр, пĕр саманта йĕкĕт сĕмсĕрĕпе çухалса кайма, унран кӳллĕнчĕк урлă йăтса каçарасса кĕтменскер, çил хуйхатас çулçăлла, пăркăч ытамра шăпăрт хытса тăчĕ, унтан, ăн пырса кĕрсен, вирлĕн вĕçерĕнсе тухса, тĕк татнă пек килнелле вĕçтерчĕ, çийĕнчен тата çаврăнса «ухмах» тесе юнаса хăварчĕ.
— Асту, Дина, ыран та пĕрлех кайăпăр çырла леçме. Илтетни? — хăй еккипе сĕмленсе, кăмăллăн кăшкăрса юлчĕ ун хыççăн Виталий. Вара машинине хăйсен тăкăрлăкнелле хускатрĕ. Анчах ни ыран та, ни тепĕр кун та, ни ун хыççăнхи кунсенче те, тем пек курнăçса сăмахлас тесен те, Динăпа курнăçаясси пулмарĕ Виталин. Йĕкĕт çав-çавах Шупашкара çырла леçме кая-кая килчĕ, хĕре паян мар-тăк ыран курăп-ха, тесе пурăнчĕ; ыранĕ те, тепĕр кунĕ те иртрĕ — хĕр çырла татнă çĕре урăх пĕртте пырса курăнмарĕ. Хĕрĕ вырăнне вара Шупашкара çырла леçме амăшĕ, «Кĕçени аштăшĕ», çӳрерĕ. Виталин кăсăкланнă тĕлте хĕрĕ пирки амăшĕ: «Чирленĕ-ха ман Дина, тем, пуç ыратнипе аптăрать», — тесе çеç евитлерĕ.
Динăна Виталий тепĕр икĕ эрнерен тин тĕл пулчĕ. Ферма сыснисем валли чĕкĕнтĕр турттаратчĕ те кăнтăр апачĕ туса тухсан аслă урампа мар, сад хĕррипе хăпарнăччĕ вăл хирелле. Сад пĕтсе ыраш пусси пуçланса кайнă вырăна çитсен, пăхать Виталий — хăй куçне хăй те ĕненмест: лапсака вĕрене айне тунката çине ларнă та Дина шурă хута тăрăшсах пĕчĕк сăрă мелкипе сĕрет те сĕрет. Чĕрçи çине, те хучĕ лайăхрах вырттăр тесе, çӳп-çӳхе хăма татки хунă. Чарчĕ те машинине Виталий, анса, сăмах хушрĕ:
— Аван-и, Дина?
Хĕр, машина сассипех пуçне çĕкленĕскер, шурă хут çыпăçтарнă хăма таткине вĕрене çумне сĕвентерсе йăрăст тӳрленсе тăчĕ, йĕкĕте куçран тӳрех чăрсăррăн пăхрĕ, сăмах чĕнессе вара чĕнмерĕ.
— Пĕлетĕп, айăплă эпĕ сан умăнта, Дина, айăплă.Ну, вăрç, ятла, çап, çутăлтарса яр, анчах та хăв çумăнтан çеç ан хăвала. Пĕлетĕп, апла тумалла марччĕ мăн, тарăхтармалла марччĕ сана. Чуптума кăна мар, аллуна сĕртĕнме те именмеллеччĕ. Ăнлан, пултараймарăм эп урăхла. Хам та сиссе ĕлкĕреймерĕм, темле çаплалла пулса тухрĕ. Каçар, — хĕре аллинчен тытма тăчĕ каччă. — Ну, Дина çилленмĕн-и урăх, каçарăн-и? Сана курман çак икĕ эрне хушшинче тем те шутласа пĕтрĕм. Клуба пырать пуль тесеччĕ сана — эсĕ ниçта та курăнмарăн. Ну, йăл кулса кăтартсам ĕнтĕ, Дина, Динуля?..
Хĕр, аллине йĕкĕт ывçинчен шутарса кăларчĕ те, вĕрене çумне таянтарса хунă хăмине илсе, утма тăчĕ:
— Пĕлменччĕ, пĕрехмай пĕр юрă иккен сан. Итле-ха, пăрах эсĕ камитленме. Каччă вĕт эсĕ, клоун мар. Эп, мĕн, пукане-им? Яр, теççĕ сана, пăрăн çул çинчен, манн киле васкамалла!
— Капла аван, Дина, аван. Вăрç мана хытăрах, ятла, çап, хăтăр. Пурне те чăтап. Эсĕ çеç манăн пул. Калаç, шӳтле манпа, киносене çӳре, танцисенче пул, кул, юрла, ташла. Манран çеç аякка ан тар. Эсĕ чи-чи лайăх хĕрача, Дина. Илтетĕн-и — чи-чи лайăх хĕрача. Хамăр ялта та, ют ялсенче те, пĕтĕм тĕнчере те çукки. Чи-чи ăсли те чи-чи чиперри! — каллех хĕр çумне сăвăс пек çыпçăнчĕ йĕкĕт. — Кăтарт-ха хăмуна, мĕн ӳкерен эс унта?
Виталий, Дина патнелле пĕр утăм, икĕ утăм турĕ, ун патне çывхарса ăна ыталама туртăнчĕ — хĕр, те чунĕ кӳтсе килнипе, йĕкĕте питрен чăнт та чант çутăлтара-çутăлтара ячĕ:
— Ак ку ак сана çырларан таврăннă чухнехи пăтăрмахшăн, ак ку ак тата хальхишĕн, паян сĕкĕнсе çӳренишĕн, ак ку ак ӳлĕм чăрсăрланас марришĕн, — тăкăлтарать ăна вăл. — Кирлĕ-тĕк, татах та туянтарма пултарап. Вăт, çапла, клоун!
Çапла каларĕ те Дина, хăма татăкне хул хушшине вашт хĕстерсе, садалла вĕçнĕ пек кĕрсе çухалчĕ.
Виталий, ĕç-пуç кунашкал пулса тухнишĕн пĕр тĕлĕнсе те, пĕр хĕпĕртесе, ян янраттарчĕ колхоз садне:
— Дина, спаси-и-бо-о! Тух эсĕ каçхине клуба. Кĕ-те-е-тĕ-ĕп! Шутсăр кĕтетĕ-ĕп, Дина, Динуля!
Хĕр хăми çинче ӳкерчĕк: сад хушăкĕнчен курăнакан уçлăхра — хĕвеллĕ хир. Халь-халь вырма тухас хир хĕрринче тин кăна утма тытăннă ача. Хăй еннелле усăннă тутă пучаха тытасшăн аллисене тăснă та вăл — кармашать, кармашать.
...Хĕр чĕри хĕр чĕриех çав, ăсĕ мĕн хушсан та, чунĕ хăйĕннех тăвать. Икĕ эрне килте пăчăхса ларнăскер, каяс мар, каяс мар тенĕ çĕртенех, акă, Дина, капăр кĕпе тăхăнса, вăр-варах клуба тухса утрĕ, кино пăхса ларчĕ, юлас мар, юлас мар тенĕ çĕртенех, Виталий халь-халь ташша вăркăнса кĕрессе кĕтсе, танцие те юлчĕ, мĕн ташă пĕтичченех, алăк еннелле пăха-пăха, вăр та вăр çаврăнчĕ. Кайран та, килелле таврăннă май, юлашки шанчăкне упраса, тен, хăратмалла-шӳтлемейле, çул çинчен ăçтан та пулин сиксе тухĕ-ха тесе, хуллен, васкамасăр утрĕ. Çав сулăмпах хапхи умне те çитрĕ — çук, ăна никам та тытса чаракан та, хуса çитекен те пулмарĕ. «Ай-яй, ултавçă, клуба та пырса курăнмарĕ вĕт-ха вăл, иçмасса, э? Лартрĕ чике тăршшех, тыттарчĕ вĕт Августинăна, а? Тавăрчĕ, лутăркаса-мăкăлтаса пăрахрĕ хĕре.. Вăт, эсрел, пулать чунхуйхатмăш!..» — каçхи сас-чĕве тăнланăçем ниçта кайса кĕрейми пăшăрханчĕ ăшхыппи этем.
Халь, ав, Динăн ыйхи çук.
Апла-тăк, мĕн пулса иртет-ха хĕр чĕринче? Икĕ эрне катăкрах кăна-ха вăл, Виталипе çырла леçмелле Шупашкара çитсе киличчен, улăх лĕпĕшĕ пек ирĕкче савăкчĕ. Лара-тăра пĕлмесĕр, пăрр та пăрр вĕçсе çӳретчĕ. Халь акă, Виталипе ун пек-кун пексем çинчен калаçкаларĕç те — ĕнтĕ тем пулса иртет Августинăпа — çĕрне те йĕркеллĕ çывăраймасть, шухăшлас шухăшăн вĕçне те тухса пĕтеймест. Вăт, апăрша, Виталий ăна тата ирĕксĕр тытса чуптурĕ вĕт-ха... Унччен-и? Унччен каччă тути çумне сĕртĕнме кăна мар, каччи çумне юнашар та тăрса курман-тăр. Паллах, улттăмĕш класра чухне пĕринчен вăрттăн çыру илнисĕр пуçне. «Августина, эсĕ питĕ-питĕ лайăх хĕрача. Яланах манпа çавнашкал лайăх пул. Пушкин», тесе çырса панисĕр пуçне. Кам çырса ячĕ пуль çавна, чăх чĕрнипе чĕркелесе, хăй çырнине пĕлтермĕшленсе, паян кунччен те нимĕн палли-тĕлли çук. Класĕнче вара чаплă поэтпа пĕр хушаматли кăна мар, сăвă çыракан ачин те сасси-евичĕ çук... Килĕшет-и Динăна Виталий? Ара, хăй хыççăн çӳрекен качча мĕнле хĕр килĕштермĕ-ха? Ара, Дина та мĕн мар вĕт-ха, уй тункати мар — стайлă, яшăм, хĕр çулне кĕрсе çитнĕ хĕр, ара, унăн та «калаçас» каччи ăсĕнче-тĕр. Нивушлĕ Динăшăнах çуралнă вара çав каччă? Нивушлĕ пурнăç çулне пĕрле утса тухас çынни унăн шăп та лăп. вăл?.. Тепле çав, Виталие Дина пĕр вăхăтрах килĕштерет те, килĕштермест те пек, кăмăллать те, кăмăлламасть те пек. Ытах та тесен, йĕкĕт сăнĕ-питне, кĕлетки-тыткаласлăхне, шӳт-калаçăвне килĕштерсех те килĕштерет пек-ха хĕр, анчах та Виталин калаçура хăйне тыткаласлăх айĕнче темскер пытанса тăнине вара — килĕштермест. Çапах, пĕлет, сисет-курать пулин те, каччă еннеллех туртăнать. Эппин, ун енелле туртăннăçемĕн, ăна килĕштермесен, мĕншĕн икĕ эрне чире персе пурăнчĕ-ха вăл, килти ĕçсемпе çеç аппаланчĕ, Шупашкара çырла леçме çӳремеллискер, сад пахчине пырса та курăнмарĕ?.. Йĕкĕт ирĕксĕрлесе тенĕ майлă чуптунăран-и е кун хыççăн ун куçне курăнма аван мар тенĕрен? Е тата тем урăх сăлтава пула? Уншăн та куншăн та, урăххишĕн те мар пуль. Кам пĕлет мĕншĕнне, темшĕн!.. Пĕлсе пĕтер-ха тутине пĕрремĕш хут йекĕт тути сĕртĕнсе пăхнă хĕр чĕрине?.. Хĕр чĕри вăл — пин çăра çакнă арча. Пин уçă юраттарса пăх — пĕр уççипе те унта уçса кĕреймĕн...
Ах, нивушлĕ Нинăна та Виталий Динăна садра каланă сăмахсенех калама пултарнă? Тен, пĕрре кăна мар чуптунă та пуль? Машина çинчен ансан Динăна хĕсĕрлесех чуптунă пек-и?.. Суйланать вĕт-ха ял çăварĕ: «Варлă Нинăпа Виталий», — тет. Вĕсен çумĕнче Динăн вара мĕн ĕç пур? Нивăпа Виталий — тантăш, пĕр ӳсĕмсем, пĕр класа вĕренме кĕрсе пĕр клаçа пĕтерсе тухнăскерсем. Динăн, авă, вĕсен çулне çитме — тата тепĕр хĕл. Пулин. Вара мĕн?. Ялта тем чухлех ун пеккисем, пĕри тепринчен аслисем, мăшăрсем те, халь калаçакансем те. Динăн ашшĕ те, ав Матви, Дина амăшĕнчен, Кĕçенирен, икĕ çул аслă... Çук, аçа ахăрттарса çаптăр та, тем тесен те, тем пулса иртетех Динăпа. Икĕ эрне каялла кăна-ха акă вăл, çырла леçме каяс кунччен, Виталий çинчен шухăшласа шухăш çавăрма кăна мар, асне те пырса кĕмен ун пуçне унашкал лăтти-латти. Йĕкĕт пирки шухăшласа ыйхине вĕçтерессе вара — ăша та илмен. Ахаль Виталий-тĕк ахаль Виталиех пулнă вăл, ялти пур яш-кĕрĕм евĕр, кас ачисем пек — Мичча пек, Хвеча пек, Печча пек. Ытти ачасенчен нимпе те уйрăлса тăман йĕкĕт. Тен, ыттисенчен сăнĕпе анчах авантарах тухнă-тăр: çаврака-тăрăхларах пит, çав пит валли шăп та лăп килĕшӳллĕ сăмса, çурма кăтра çӳç. Хăçан та пулин Дина чĕрине вăркаттарасса вара... Кайрĕ вĕт-ха вăл клуба, кайрĕ, каймастăп тесе тăнă çĕртенех — тухрĕ те утрĕ. Халĕ, ак, клубран таврăннă хыççăн — ӳкĕнĕç, тарăху: улталарĕ вĕт-ха вăл Динăна, лартрĕ, пыратăп тенĕ çĕртенех пымарĕ, мăшкăлларĕ, кулчĕ хĕртен. Нивушлĕ çак мăшкăла тивĕçлĕччĕ вара Дина?.. Эх, Виталий, Виталий...
Хĕр чĕри, тĕлкĕшсе выртакан кăвайт çине сасартăках пĕр çĕклем типĕ çапă пăрахнăн, хĕм сапса çунать, çунать, çунать...
...Иккĕмĕш кунне, кăнтăрла тĕлнелле тин тăн пырса кĕчĕ Виталие. Вăйне пусахласа, тем йывăрăш таякан куç хупанкисене аран-аран уçма хал çитерчĕ те вăл хăй ăçта выртиине тӳрех тавçăрса та илме пултараймарĕ. Куç умĕнче, сĕт тинĕсĕнчи пек, йăлтах шурă, шурă, шурă. Çав шурă лаптăкăн чат варринче, халь-халь пуç тăррине татăлса анасла, пысăк-пысăк тумлам. Ку тумлам, сывлăш вĕрсе хăпартнă евĕр, пăхнăçем — кӳпчет, кӳпчет... Куç шăрçисене вăйраттарарах пăхрĕ те йĕкĕт, хăй выртакан вырăн янках уçăлса кайрĕ ку халлĕн. Тумлам та, халь-халь татăлса анасла хăратса тăраканскер, нимĕнле тумлам та мар иккен, ахаль лампочка анчах, маччаран çакса янă ахаль электричество лампочки кăна. Выртасса та Виталий ниçта та мар, пульницара, хăйнешкелех сарăмсăр шар курнă ытти çынçемлĕ палатăра выртать иккен. Авă, пĕри, те ыйхи тĕлĕшпе, те ыратнине тӳсеймесĕр, йынăшать; тепри, те тарăхса, те тем-тем каласа ăнлантарса, пĕччен тĕллĕн такама ятлать, вăрçать, виççĕмĕшĕ, ахăртиех, кĕнеке вулать пулмалла: татти-сыплисĕр мăр-мăр-мăр тăвать...
Станцăран вăл, Динăна кăнтăрла шантарнă пек, вăхăтра ĕç пĕтерсе тухрĕ: кантура кĕрсе хăй çитни çинчен пĕлтерчĕ те колхоз нушипе çӳрекен хута кăтартрĕ (каçкӳлĕм ăна, машинăна гаража лартас умĕн, васкавлă хушупа Канаша вĕçтерсе кайса килмелли пирки каланăччĕ), унтан грузовикне пульман умне тăратрĕ те груз тиеттерчĕ, вара çула тапранчĕ...
Шутсăр хытă пынă теесрен, ытлашши хытах та пымарĕ йĕкет, сехетне аллă-утмăл çухрăм хăвăртлăхпа кăна кĕрлеттерсе пычĕ. Апла пулин те, ав, çул çинче хăйĕнчен килмен калама çук пысăк хăрушлăха кĕрсе ӳкрĕ вăл. Малтанах асăрхаймарĕ ку хăрушлăха Виталий, хăй еккипе килелле май кăмăллăн юрттарчĕ кăна. Вăхăт иртмелле, Дина пирки шухăшласа пычĕ, хĕр паян каç клуба тухассипе-тухмассине чухлама тăрăшрĕ. Хăрушлăха асăрхама ĕлкĕрнĕ çĕре кая пулнăччĕ ĕнтĕ. Бензовоз, Виталий хыçĕнче пĕр кана чип-чиперех кĕрлеттерсе пыраканскер, айлăмалла аннă чухне сасартăк сулахаялла сиксе тухрĕ те, хăвăртлăхне ӳстернĕçемĕн ӳстерсе, туххăмрах ăна хăваласа иртме тăчĕ. Хирĕç, тепĕр сăртран, автобус мăкăлтатса тухрĕ. Унăн та, анаталла анаканскерĕн, хăвăртлăхĕ ӳснĕçем ӳсрĕ — хытăран хытă кайма тытăнчĕ. Вăл та, автобус шоферĕ, хăрушлăха малтанах сиссе-ăнкарса илеймерĕ пулмалла: машинăна çав хăвăртлăхпах тытса пычĕ. Унтан, лапамалла анарахла, бензовоз хăй хăвăртлăхĕпе сылтăма тухма ĕлкĕрмессе кура тăркач, ăна ирттерсе яма тесе, автобуса çине тăрса тормозлама тытăйчĕ. Анчах та çул çинчи шухăша малтанах шат та пат тĕвĕлесе хуманскер, çитменнине тата çул çинчи йĕркепе хăй тĕп-тĕрĕс пыраканскер, яланах апла пулмасса шанакан япала — йăлт кĕтменлĕхпе, çӳçпуç вирелле тăраслăхпа тулса ларчĕ çак самант. Малта та машина, юнашар та — машина. Виталин сылтам çуммипе вара — çул сарма катса аптарпă, хĕррипе малалла кĕме юраманнине пĕлтерсе, асăрхаттарса, патак лартнă хăйăрлă сĕвекех мар шырлан. Унтан та лерелле вара — тарăн çырма. «Ах, вĕçкĕн! — тарăхса шухăшласа илчĕ Виталий бензовоз шоферĕ пирки. — Тăмсай! Ăçталла сĕкĕнет вăл!»
Автобуспа бензовоз хушши кĕскелнĕçем кĕскелсе пырать. Автобус шоферĕ пăрать-пăрать машинине сылтăмалла, бензовоза ыткăнса иртме епле те пулин уçăлăх тăвасшăн тăрăшать. Анчах та ăçта унта! Сылтăмалла темле пăрăнас тесе тăрăшсан та — кунта та шырлан, унта та — тарăн-тарăн çырма. Пикеннĕ пикеннех, хăваласах иртме тесе, ухă йĕппи пек вăркăнса пырать бензовоз автобуса хирĕç, кăшкăртса, çул пама ыйтса, Виталие шырланалла хĕснĕçем хĕсет. Виталий, бензовоза ирттерсе яма тесе, машина хăвăртлăхне чакарнăçемĕн чакарать, чакарать. Анчах та ăçта унта ыткăнса пыракан машинăна тăруках тытса чарма! Вăл тăвалла хăпаракан машинăна лап чарса лартасси кăна мар. Анаталла вирхĕнсе анаканние вара — пушшех те! Ах, шельмă, хăвăртлăхне чакарса, автобуса çул уçса пама, Виталий хыçне те чакасшăн мар вĕт-ха, путсĕр. Ентĕ пăхсах курăнать: халь-халь пырса çапăнмалла бензовозпа автобус, питпе пит чăл-пар арканса каймалла. Автобусра вара — çынсем, хăйсем тĕлне инкек-синкек çывхарнине те пач сисмен çынсем... Виталий, хаярланса, шăлне шатăрт çыртать те, руле сылтăмалла варт пăрса, шырланалла вĕçет. Куç хӳрипе вăл халь-халь пырса çапăнас бензовоз автобус çуммипе вашт çеç пĕрхĕнсе иртнине курса юлать. Унăн кăкăрне тем хытти пĕтĕм вăйран пырса панлаттарать, тăнĕ-пуçĕ, хулĕ-ури пĕçерсе каять, кĕлетки чĕтренсе илет. Ыттине Виталий ним те астумасть...
Выртать акă вăл халь, йĕри-тавра бинтпа чăркаса пĕтернĕскер. Унăн сулахай хулĕ те, сылтăм пĕççи те гипс ăшĕнче иккен. Пуçĕ те, миме вырăнне чӳпĕк чиксе тултарнăн, тăн-тан. Кĕлетки те, кăвар çине хунăн — хĕртнĕ пăшатан... Эппин, чĕрĕ-ха Виталий, чĕрĕ, вилмен. Сывлать. Палатăри шурă стенасене, маччаран çакăнса тăракан лампочкăна курать, ытти çынсен сассисене илтет. Эппин, пурăнать Виталий, пурăнать. Вилмен. Илтетĕр-и — вилмен!
— Ну, тинех, — çырлахнăн лаш сывласа ячĕ пуçелĕк умĕнче ларакан пĕр утмăлсенчи хĕрарăм, йĕкĕт куçне уçса пăхнине курсан. — Саншăн йăлт хăшкăлса пĕтрĕмĕр вĕт, ачам. Çĕрĕпе çывăрттармăрăн. Тухтăр калать: кĕпепе çуралнă эсĕ, тет. Хăрушши ытла нимех те çук, тет. Сулахай аллу аманнă та, сылтăм пĕççӳ. Ытти пурте тĕрĕс-тĕкел, тет. Юрать, ăста ӳкме пĕлнĕ, тет... Суранусемшĕн эс, ачам, пит ан кулян. Суран вăл — пулать те — тӳрленет. Чи кирли — ху сывă юлнă. Пуçу аманман. Кун пек суранпа кăна килеççĕ-и пирĕн пата. Акă, выртăн та кунта пăртак канкаласа, кайран хуть те — купăс каласа сик... Ну тинех, тинех... Куçна уçрăн-тăк, халь ĕнтĕ самайланас енне каян. Мĕнле, шыв тунсăхĕ çук-и? Чей илсе килсе парам?
— Ĕçесчĕ, — тутисене хуллен мăкăлтаттарчĕ Виталий. — Чей...
Эккей, сасси те хăйĕн сасси мар иккен унăн. Таçтан, нӳхрепрен калаçнă пек хăйăл-хăйăл илтĕнет. «Чей» терĕ те, çăварĕнчен «хей» тенĕ евĕрех тухса кайрĕ.
— Çиччас, ачам, çиччас, — хыпаланса ӳкрĕ хĕрарăм. — Эп çиччас. Сывалма тытăнасси вăл, ачам, чейрен пуçланать. Чейрен пуçланать те... ак, яшка та çиес килме тытăнĕ-ха. Эс, ачам шухăшна анчах аван тытса пыр: сывалап тесе. Манăн сывалмаллах, унсăрăн епле-ха, тесе. Сывалас ĕмĕтлĕ çын вăл, хам пĕлеп, сывалатех... Ну, эп, чим-ха, çиччас, çиччас.
Сăмах «хĕвĕлçаврăнăшне» ăста хĕрарăм, «çиччас, çиччас» тесе хăварнăскер, тепĕр çур сехетрен тин палатăна каялла таврăнче, пĕччен мар тата хăй (кампа тейĕр?) — Динăпа. Виталий, тĕлĕкре тĕлленес пулсан та, кунта ĕмĕр курма ĕмĕтленес çук Динăна.
— Вăт, тăнланман япала, тăнлантарап, тăнлантарап, вăл пур, пурпĕрех — палатăна, кунта, сан патна, кĕрт те кĕрт, тет. Тăраймасть вăл, вăйсăр, куçне те аран çеç уçса пăхрĕ, калаçаймасть те, ан чăрмантарса çӳре, луччĕ тепĕр эрнерен, сываларахпа кил, тетĕп. Унчух хам та чарса тăмăп, сăмахсăр-мĕнсĕрех кĕртсе ярăп, тетĕп. Канлĕх кирлĕ ăна, канлĕх, тетĕп. Ăнлан, хĕрĕмçĕм, ăнлан, тетĕп, Хăв çапла пулсан, хăв патна çын çӳрени лайăх-и, тетĕп. Вăл, пур, хăнк та тумасть,кĕртсе яр та кĕртсе яр, тет. Куç хӳрипе вăшт пăхса илетĕп те вăшт каялла тухатăп, тет, нумай тăмастăп тет. Кам пулатăн вара эсĕ, тетĕп те, пĕрех мар-и, тет. Пĕрех мар çав, пĕрех пулсан, ыйтса та тăман пулăттăм, тетĕп те, арăмĕ, тет чунтан-вартан юратнă арăмĕ, тет. Кĕртмесен, час, хам çĕмĕрттерсе кĕрсе каятăп, тет. Кĕртсе ятăм вара, мĕн тăвас тен, кĕртсе ямаллах пулчĕ. Арăму-тăк, мĕн ĕнтĕ, калаçăр, — Динăна кĕртсе ямалла пулнăшăн Виталий умĕнче хăйне айăплă пек тытрĕ хĕрарăм. — Асту вара, хĕрĕм, икĕ минутран ытла ан тăр. Атту мана хама патак лекме пултарать... Чейне, ак, ачам... Яту мĕнле-ха сан, ылăм?
— Виталий, — Виталишĕн Дина каласа ĕлкĕрчĕ ку сăмаха.
— Вăт, чейне, ак, ывăлăм, ак, кунта, тенкел çине, лартап. Ĕçес теместни-ха халь?..
Виталий, хирĕçлесе, пуçне сулчĕ.
— Эппин, мĕн эппин, ерçӳ çитсен, ĕçĕн вара... Асту вара, хĕрĕм, икĕ минутран ытла ан тăр. Мĕн калаçмаллине хăвăрт калаçса пĕтер те — тух. Эх, çав хальхи ача-пăчана!
Хĕрарăм Дина еннелле шанмасартарах пăхса илчĕ те, хăй тĕллĕн тем кăмăлсăррăн мăкăртаткаласа, коридора тухрĕ. Алăка хупса тухса кайиччен вара, çаврăнса, сасăпах тепре каласа хăварчĕ:
— Асту вара эсир — час!
Виталий, сылтăм чавсипе тĕревленсе, çĕкленме хăтланса пăхрĕ. Уринчен пуçланнă ырату яш! тирсе илчĕ унăн пĕтĕм ӳтне-кĕлеткине. Вăл вара, урăх хусканма хăраса, лăш пулса выртрĕ.
Динă хыпăнса ӳкрĕ:
— Эс ан хускал. Вырт, вырт.
— Эппин, минтере тӳрлет-ха, Дина. Тем, пуçелĕк ытла аял пек курăнать. Эсĕ те... пуçу анчах курăнан.
Дина сылтăм аллипе Виталие мăйĕнчен ыталарĕ те сулахай аллипе минтере кăп-кап майларĕ. Майласа пĕтерсен, сылтăм аллине йĕкĕт мăйĕ айĕнчен кăларсан, унăн сулахай аллине Виталий вĕçертмерĕ:
— Дина…
— Кĕртмест те кĕртмест. Мĕн тăвас кунпа, тетĕп. Вăрçса-хирĕлсе пĕтес, çынни ку аванскер пек. Пăрахса каяс, урасем утмаççĕ... Арăму, терĕм те — пĕр сăмахсăрах кĕртсе ячĕ. Ялта пурте сан çинчен анчах калаçаççĕ. Маттур иккен, эсĕ, Виталий, — йĕкĕте питĕнчен тинкерсе, ăшшăн-ăшшăн калаçать хĕр. — Хыпарне илтрĕм кăна — чĕре шар-р! çурăлчĕ, кăкăртан тухса таратчĕ пуль. Çул хĕрне çуран танккарăм, унтан — машинпа... Эп сана çĕркаç, ухмаххи, кӳренсеттĕм...
— Дина, — шанăçлăн пăшăлтатать йĕкĕт тути. — Спасибо сана, Дина.
— Эс ан калаç, ан калаç. Эс нимĕн те ан кала. Ан тертлентер хăвна, ан тертлентер, — ăшĕнче Виталие пĕр шеллесе, пĕр унпа мăнаçланса та илет хĕр. — Эп сан пата килсех тăрăп. Эс сывал, сывал. Эс нимĕн çинчен те ан шухăшла. Йăлтах йĕркеллĕ пулать, йăлтах... Виталий Дина аллине ачашлать: — Дина, эс ан вăрç мана, юрать-и? Тархасшăн... Ман сана пĕтĕмпех, пĕтĕмпех урăх сăмахсем каламалла... Тăрам-ха, ак, ура çине, тухам-ха, ак, пульницаран, эпир санпа, Дина, таçта-таçта та çитсе курăпăр. Çĕр çавăрăпăр. Канашне те, Шупашкарне те. Таçта, таçта та. Паллах, Ваттал хĕррине те. Çил пек вĕçтерсе çӳрĕпĕр. Ни ĕшеннине, ни ывăннине туймăпăр. Чĕремĕрсем çутă, ĕмĕтĕмĕрсем хĕвеллĕ пулĕç. Эпир телейлĕ пулатпăр, Дина. Илтетĕн-и, телейлĕ. Тулĕк эс анчах пул юнашар, эсĕ çеç, урăх никам та, никам та мар, пĕр эсĕ çеç, манăн çутă çăлтăрăм...
Дина, йĕкĕт сăмахĕсене итлесе, пĕр хĕрелсе, пĕр шуралса ларать, Ырă та ăна çак сăмахсене итлеме, çав вăхăтрах намăс та. Ара, Дина кăна мар, ыттисем те илтеççĕ вĕт-ха ку сăмахсене. Ав, пĕри, Виталипе юнашар койка çинче выртаканниех, тăратнă та хăлхине тăнла парать хĕрпе каччă мĕн пупленине. Иçмасса, тăнламан пек те туса выртать вĕт-ха, тăм-тăмакка...
Кăмăлсăрланса, каллех леш хĕрарăм пырса кĕчĕ алăкран:
— И-и, эсир халь те чĕвĕлтететри-ха! Атя, хĕрĕм, пыр, çитет кун чухлĕ халап çапса. Йĕкĕте те канлĕх кирлĕ. Кайран калаçăр, ак, кайран сываларахпа. Халь — тулалла, тулалла, — Динăна хулран çавăтса тенĕ пекех кравать патĕнчен пăрчĕ вăл. — Эс, хĕрĕм, ан çиллен. Анюк аппу вăл никама та усал сунмасть. Сунман та, (эппин, Анюк тесе чĕнеççĕ-ха ку хĕрарăма?) Маншăн пурте пĕрешкел. Эсĕ те, упăшку. та. Упăшку сан, ав, маттур каччă курăнать. Каласа кăтартрĕç те — çӳçпуç вирелле чăшăл-л тăрса кайрĕ. Епле-ха вăл — хăй ирĕкĕпех çырмана. Ан кулян, сывалать, сывалать упăшку. Пирĕн пата лекрĕн-тĕк — ан шиклен: çын туса çитермесĕр кăларса ямастпăр. Мĕн-и-ха, пĕчĕкки те пур-и-ха хăвăрăн?..
Дина каллех лап хĕрелсĕ кайрĕ. Вăт чĕлхине тĕк тытма уяман кинемей: пĕчĕкки пур-и, тет! Ай-уй, тем те илтĕн ку хĕрарăмран. Чухламасть-тумасть — пат! персе ярать. Пĕчĕкки тет-ха. Теесчĕ: сăмах хушса курни миçе кун?..
Дина алăк патне çитрĕ, хăй еннелле тĕмсĕлсе пăхăкан Виталие: «Сывă пул, часрах тӳрленсе çит», — тесе хăварчĕ те сылтăм аллипе саламлăн сулса, палатăран тухса та çухалчĕ. Ун хыççăн алăк хупăннă-хупăнман, Анюк аппа йĕкĕт кравачĕ умне йăкăртаттарса пычĕ те, халат кĕсйинчен хуçланнă хут татки кăларса, Виталие тыттарчĕ:
— Каллех темле хĕр кĕтсе тăрать унта сана. Каллех — кĕрт те кĕрт тет. Манăн ăна шутсăр курмалла, хăйне мĕнле туять вăл, япăхах мар-и, шанчăк пур-и, тет. Эсĕ унăн камĕ пулатăн вара, тетĕп тĕ, мĕнĕ, тет... каламарĕ, мур илесшĕ. Хăй вара, авса антарнă туратла,шутсăр хуйхăллă, пусăрăнчăк. Куçĕнчен те куççулĕ шăпăртатса анманни кăна. Эх, тетĕп, мĕн тетĕп, пĕтрĕ иккен пирĕн Виталий, тетĕп. Палатăра — арăмĕ ларать, кунта — кам пĕлет — такам... Кутăна петĕм те — кĕртмеççĕ ун патне паян, ыран кил, тесе тыттартăм. Çук,тет, çĕр çăтман хĕрĕ, эп ыран килме ерĕçейместĕп, паянах кĕрт, тет. Эппин, тавай, çыру çырса пар, терĕм те — наччас çак хута кăларса тыттарчĕ. Ахăр, малтанах çырса хунăскер пулмалла. Мĕн-и, хам вуласа парăм-и пĕрех хут?
«Çук, ан чăрман, Анюк аппа, тавтапуç, эп хамах», — тенĕ евĕр пуçĕпе сĕлтрĕ те йĕкĕт, хута вулама хатĕрленсе, сылтăм аллипе саркаларĕ.
— Эх, çав хальхи ача-пăча!..
Виталий, куçне хĕссе-кĕссе сикекен саспаллисене йĕркен-йĕркен тĕшмĕрте-тĕшмĕрте, çырăва васкамасăр вулама тытăнчĕ. «Виталий, чунăм! — шăрçаланать пĕрремĕш йĕрки. Ара, ку Нина çырăвĕ-çке. Алли çавăн — чип-чипер, чĕвĕлти чĕкеç пек меслетленĕ йĕркесем «Виталий, чунăм!» — йĕкĕт кăкăрĕ, Дина килсе кĕнĕ чухнехи майлах, сасартăк ăшăнса-ăшăнса килчĕ. Эппин, эй, чĕмере, ют мар ăна Нина та, ют мар. Ав, чĕри епле тăкăлтатса тапать каччăн. — Виталий, чунăм, — малалла вулать йĕкĕт. — Пульница картишĕнче çыратăп ку çырăва. Сан пата кĕртмеççĕ... Ваттал кӳлли хĕрринчишĕн — каçар. Эп пĕлмен те эсир иксĕр унта пырса тухасса. Эсĕ ун чухне манпа питĕ хытă калаçрăн та, чĕрем паян кун та вырнаçса çитмест. Хуть те мĕн ту: эпĕ сана çеç юрататăп. Эс аварине лекнине пĕлтĕм те чутах ăнран кайса ӳкеттĕм. Мĕнле асăрханайман-ха эсĕ, чунăм? Халĕ эсĕ, бинтпа чĕркесе-йăваласа пĕтернĕскер, палатăра тертленсе выртнине шухăшласа илетĕп те, саншăн кулянса, куçран куççулĕ шăнăртатать. Пĕрех хут ма юратса пăрахрăм-ши сана, Виталий? Суранусене хăвăрт сипле. Эсĕ сипленсе тухасса эпĕ чунтан-вартан кĕтетĕп. Чуптăватăп. Нина».
Вăт, куршанак! Çыпăçать те çыпăçать. Эккей, мĕн тумалла пулать-ха ĕнтĕ Виталин ку Нинăпа? Калан — итлемест. Çапах та, кур-ха, чупса килнĕ вĕт вăл кунта, шеремет! Хăйĕн фермăра та лăк-тулли ĕçчĕ пуль...
...Нина, больница картишĕнче сак çинче лараканскер, алăк сассипе пуçне вăштăрт çĕклерĕ те курма ĕмĕтленмен çынна курах кайрĕ:
— Дина! — хапха еннелле пăрăнма та ĕлкĕрнĕскерне хыттăнах кăшкăрса чарчĕ вăл. — Тăхта!
Дина, шарт сиксе, тăп чарăнса тăчĕ. Пуçне, лăс сулса ярса, сасă еннелле пăрчĕ.
— Дина, тăхта! — тепĕр самантран Нина, хыпăнса, Дина хулĕнчен пырса та тытрĕ. Сисрĕ ун чĕри: Дина — Виталий патĕнчен. — Ну, кала, кала. Ну, мĕнле вăл? Чиперех-и унта? Хăрушă мар-и? Тен, мĕнпе те пулин пулăшмалла ăна? Калаçрăн-и? Сăмахлать-и хăть?
Куçа вăрăнса кĕрес пек тирĕнет Нина Динăна. Ун питĕнче, кĕлеткинче — пуçĕ çине сасартăк йăтăнса аннă этем меслетсĕр хуйхă, савнă çыннине епле те пулин пулăшасси:
— Мана, ак, кĕртмерĕç...
Дина, Нинăна курнипе тăрук çухалса кайнăскер, малтанласа нимĕнех те калама пĕлмерĕ. «Чипереххи, хăрушши-мĕнĕ — халь хăрушши иртнĕ ĕнтĕ, сăмахлать», — текелерĕ те, калаçмасăр пурпĕр иртсе каймасса, çапла лаплаттарса хучĕ:
— Нина, эсĕ мана çилленместĕн-и?
Хапха еннелле утакансем, иккĕшĕ те, шакăлча çывăхне чарăнса тăчĕç.
— Çук, çилленместĕп. Ма çилленес, — ку ыйтăва кĕтсе пынă пекех, танлăн хуравларĕ Нина. — Кунта çилĕпе çиеле тухаймăн. Мĕн калас... Юрататăп эпĕ ăна, Дина, илтетĕн-и, ю-ра-та-тăп...
Нина хуйхăллăн хаш-ш сывласа ячĕ:
— Ну, мĕн тăвăпăр-ха ĕнтĕ иксĕмĕр?.. Хытах юрататăн-и эсĕ ăна?
Динăшăн та ку самант кăткăс. Вăл ним калама аптăрарĕ.
— Пĕлместĕп, — вĕçерĕнсе кайрĕ ун çăварĕнчен. — Эп шутласах та пăхман ун пирки...
— Эс, Дина, çавна асту, — канаш панăн сăмаха евĕклерĕ Нина. — Тăри çӳле хăпарса кайса юрлать-юрлать те унтанах аяла анса ларма вырăн шырать. Шутласа вĕçет. Эх, эпир те çав, хĕрсем! Эсĕ, ак, вуннă пĕтерĕн, хуланалла çул тытас тейĕн. Вĕç вĕçмелле чухне. Тĕнчепĕр çынра кăна мар... Тупăнĕ-ха, ак, сан тĕлне те. Ăçтан унта шутламасăр, шутласах пулать... Ман тĕле, ак... Ан тăр пирĕн çул çине, Дина. Илтетĕн-и, ан тăр?
Дина шак хытнă:
— Виталий машинпа çапăннă тенине илтрĕм те — лаштăр-р çурăлса кайрĕ чĕре. Эпĕ йĕркеллĕ нимĕнех те шухăшласа ĕлкĕреймерĕм — кунта вирхĕнсе те çитрĕм, — тӳрре тухнă евĕр айăплăн сĕвемленчĕ хĕр кăмăлĕ. — Эпир унпа çуммăн ларса путлĕн калаçса курма та ĕлкĕреймерĕмĕр; ох, пĕртте ытти каччăсем манерлĕ мар-çке вăл, Нина... Чĕлхи тата мĕн пек: пыл, такам чунне тĕсесе такам пуçне çавăрмаллискер.
Пӳрнисене шатăрт-шатăрт тутарчĕ ăш вĕçнĕ Нина: — Мĕнешкел айван та çăмăл ăслă иккен эпир, хĕрсем. Пĕртте хамăра упрама пĕлместпĕр. Кăчăк турт та пире, хитре сăмах кала та — пĕтнĕ вара чĕремĕрсем. Çу пекех, ирĕлнĕ, йăшнă... Эх, ăçта-ши вăл хальхи ăс!.. Анчах та Виталие эпĕ никама та памастăп, илтетĕн-и — никама та! Виталий манăн вăл, манăн!.. Эс ан итле ун сăмахне, ан итле. Ултавлă унăн сăмахĕсем, ултавлă, наркăмăшлă...
Дина та, халиччен кунашкаллине куçĕпе курса халхипе илтменскер, Нина Виталишĕн çав таранах шараçланнипе шалт тĕлĕннĕ. Нина, ăсран тайăлнăн, капла куçкĕрет аван мар хăтланнăран (те йĕкĕтрен сивĕтес тесе юри тăвать-ха) Динăра сасартăк тăвăл капланса хăпарчĕ:
— Юратмасть вĕт-ха вăл сана, тăнла! Пăрах ун хыççăн йăнкăртатса çӳреме. Тăна кĕр! Вăл сан пирки тӳрех мана çапла каларĕ: хăй çыпçăнса çӳрет, терĕ, юратмастăп ăна, терĕ, пĕр-икĕ хут ăсатса хăварнă та — çитнĕ, терĕ, ма унпа çыхланса, терĕ... Эх, эсĕ те çав! — çунакан каланкка çăварĕнчен кăвар катăкесем палт та палт тухса ӳкнĕн халт та халт вĕçерĕне-вĕçерĕне кайрĕç Дина чĕлхи çинчен йӳçĕ те тĕлсĕр сăмахсем. Асра та çук, калас тесе пуçа та пухăнса çитмен сăмахсем. Нинăшăн та Динăшăн хăйĕншĕн те кирлĕ мар сăмахсем. Путсĕр те чĕрене тăрăнтаракан сăмахсем. Персе янăскерсем, нимĕнле те лутăркаса тăкма, каялла илме май çук сăмахсем.
— Чăнах та, чăнах та çапла каларĕ-и, Дина, — пушшех тĕ хыпăнса ӳкрĕ Нина. — Ой, турăçăм! Пулма пултараймасть! Хуть те выртса çĕр çырт, тупа ту — ĕненместĕп. Çук, ĕненместĕп. Юратать вăл мана, юратать, шутсăр юратать. Калама çеç чĕлхи çаврăнмасть. Ой,турăçăм! Эпĕ те ăна юрататăп, илтетĕн-и, шутсăр юрататăп. Хамран та, хĕвелтен те ытларах юрататăп. Эх, Виталий, Виталий...
Нина, капла каланă хыççăн, каллех хаш-ш! сывласа ячĕ те, шăмшакĕ тăрук лĕштĕр ĕшенсе кайнăн, пĕтсе те сăнран улшăнса, шакăлча çумĕнчи сак çине тӳннĕ пек пырса ларчĕ:
— Йывăр çын эпĕ, Дина...
Хĕр, ку сăмахсен кĕтменлĕхĕпе тата илтнин пĕлтерĕшĕпе шалт çĕтсе-çухалса, сылтăм аллипе çамкине яп ярса илчĕ: ай!
Ĕшеннĕ пек пулса ларакан Нина, çав самантрах ялт! сиксе тăчĕ те, вут тухнă евĕр, хыпаланса ӳкрĕ:
— Çук, паянах, çак çеккунтрах курмалла ăна манăн, паянах, халех, çак çеккунтрах. Йăлтах каласа памалла ăна манăн, йăлтах, тĕпĕ-йĕрĕпех. Тен, тавçăрса илеймерĕ пулĕ вăл ун чухне, тавçăрса илеймерĕ пуль, шӳтлет терĕ пуль... Çук, каласа ăнлантарапах эпĕ ăна хальхинче, каласа ăнлантарапах. Унăн та чунĕ чул мар вет-ха, чул мар. Ăнланма кирлех вăл, ăнланма кирлех... Мана унсăр пуçне никам та, никам та кирлĕ мар. Эсĕ мана кĕтсе те ывăнтăн пулĕ ĕнтĕ, чунăм. Çиччас, чунăмçăм, çиччас... — вăл Динăна тата тем каласа ăнлантарасшăн шакăлча çумĕнче тепĕр самант варшăнса тăчĕ те унтан, ярт шухăш тытса, Виталий выртакан çурт алăкĕнчен чупнă пек кĕрсе çухалчĕ.
Дина чунĕнче вара — пĕрре Виталие курса тухнипе калама çук савăннă, тепре Нина хыпарне илтнипе тӳнк пулса кайнă чунĕнче вара — ишсен ишсе тухайми чăтлăх, тĕлĕнӳпе ӳкĕнӳ, чăншăх...
...Ку ырату, малтан-малтанах, савăнăçпа хутăш кăшт кăна вĕчĕлтетме пуçланă хĕрхӳ туйăм çеçскер, Дина больницăна пырса кайнăранпа самаях вăхăт иртерехпе, вăл тепре килсе кĕрессе ĕнтĕ пач шанăçа çухатмă пăрахнăранпа, талăксерен-талăксерен йăлтах хĕрхӳ туйăма куçса, Виталин ахаль те канăçсăр кун-каçĕсене пушшех канăçсăрлантарса, сăнă пек чике-чике тирме тытăнчĕ. Ку ырату, кăра та шеллевсĕрскер, йывăр та сирсен сирсе ывăтма май çук çăмламасскер, хăйĕн тачка та нĕрсĕр пӳрнисемпе Виталие тĕплĕн те вăраххăн хупăрларĕ те хупăрларĕ, сывлами туса лартасла пăврĕ те пăврĕ. Ку ыратуран тухма, ăçтан та пулин хушăк тупса хăтăлма ни кăнтăрла, ни каçхине май çуккăн туйăнса тăчĕ йĕкĕте. Арман чулĕ пек пысăк та кĕмсĕрккескер, латсăр та вăрахскер, арçын чĕри çинче халтăрт та халтăрт çаврăнса, унăн больницăра уйăх ытла вырăнпа выртса хавшамаллипех хавшаса çитнĕ шухăш-кăмăлне пушшех те пăркăчларĕ, пушшех те тертлентерчĕ. Çак терт, çак татас тесен те татăлман пăркăч, шурлăха яланлăх хупăрласа илнĕ тĕтрелле, пĕтĕм малаш шапчăка сӳнтересле, çав шанчăка ĕмĕтленме те кирлĕ маррине пĕлтересле, кунран-кун хулăмлансах, кунран-кун çăралансах пычĕ. Ку тертрен, ку пăркăчран çăлăнма-хăтăлма тесе, Виталий шухăшлас шухăшне кас-кас, юхас шыв çулĕ валли çĕнĕ валак меслетленĕ евĕр, Дина енне мар, Нина енне те пăрса яма хăтлана-хăтлана пăхрĕ, анчах та ирĕксĕр авнă йывăç каялла шарт тӳрленсе тăнă евĕр шухăшлас шухăшĕ те унăн, Нинăран шалт писрĕ, аманнă хуркайăкла, Дина таврах пĕрехмай кикакларĕ те кикакларĕ. Ниепле те ăна илме пултараймарĕ йĕкĕт: мĕскер пулнă Динăна, мĕскер? Мĕскершĕн вăл кунта урăх пĕртте килсе курăнмарĕ? Нивушлĕ пĕтĕмпех Нина пăсса хучĕ çакна? Нивушлĕ курнăçса калаçрĕç-калаçрĕçех вара вĕсем иккĕш? Нивушлĕ Нина тĕпĕ-пуçĕпех каласа кăтартма хăю çитерчĕ-çитерчех? Нивушлĕ... Ох, Нина, Нина, шеремет хĕрачи!..
Пăхăсăн: пуçланасса пĕтĕмпех шӳтрен пуçланчĕ вĕт. Виталий, йĕкĕт йăлипе, кулăш-мĕнсем каласа пачĕ, арăм пулассисем пирки сăмах арпи лăпăстаттарчĕ. Дина, хĕр сăпайлăхĕпе танлăн та тивĕçлĕн хăлхана чикнĕпек турĕ, вăхăт-вăхăт йăлтăр та йăлтăр кула-кула илчĕ. Шыва та пĕрлех кĕчĕç вĕсем ун чух. Чуптăвасса та Виталий Динăна ăнсăртран, сых ятне майлă шӳтлесе кăна чуптурĕ. Çав кун нимĕн те апла-капла палăрманччĕ-ха йĕкĕт чĕринче. Виталий те яланхи Виталиехчĕ. Дина та... яланхи Динах пулĕ ĕнтĕ вăл? Виталий ăшчикне çунтармаллах ытти хĕрсенчен пит мĕнпех уйрăлса тăнă-тăр ĕнтĕ Ваттал хĕрринчи Дина? Нинăран, Виталий куç хĕсекен тата ытти хĕрсенчен, эппин? Паллах, нимĕнпе те. Пĕвĕ-сийĕпе-и е сăнĕ-пичĕпе вутта пăрахрĕ-и Виталие Дина? Тен, унпа та, кунпа та мар-тăр. Тен, кăлтăр-кăлтăр кăмăлĕпе çеç? Кăмăлĕпе тесен, Нина вара унран мĕнрен кая? Чĕвĕл чĕкеç пек уçă, саркайăк пек сарă, хĕвел хĕмĕ пек хитре-çке Нина та. Эппин, мĕнпе серепелерĕ пулать-ха сар ачана сарă хĕр? Тен, Виталие хăй çывăхне яманнипе, ытти хĕрсем пек мăйран уртăнманнипе серепелерĕ-тĕр? Апла-тăк, ма чупса килчĕ пулать-ха вăл кунта, пульницана? Тен, мĕн тесе кăна, хĕрхенсе, килсе каяс терĕ пуль? Йывăр выртакан çынна йăпатас, пулăшас тесе? Хуйхине сирес тесе? Апла-тăк, хĕр пĕрререн пĕрре кăна мар, татах та килсе çӳремелле-çке пульницана? Çине-çине. Эрнерен эрнене... А вăл, татах пулма сăмах панăскерех, ывăçран вĕçтерсе кăларса янă кăсăя евĕр, урăх пач та килсе курăнмарĕ...
Ох, мĕнешкел хытă чĕреллĕ хĕр иккен эсĕ, Дина-Динуля!
Çак туйăм, пĕтĕм ăстăнпа çамрăк чун-хавала сивчир пек лăскакан çак капламлă туйăм, йĕкĕтĕн чăлăм куç хупман каçĕпе канăçсăр кăнтăрлисене, самантлăха та лăш тумасăр, кăваррăн тĕлкĕштерчĕ те тĕлкĕштерчĕ. Аптранă енне, Виталий Дина пирки кăварлана-кăварлана килекен кăмăлне мĕн тери унран аяккарах пистерме-пистерме тесе тăрмашрĕ, ку туйăм вара, хуçинчен пушшех те шăл йĕрнĕ пек, Дина еннелле татах та çатăрах туртăнчĕ те туртăнчĕ. Ĕнтĕ çырла леçме кайса килнĕренпе шӳтрен пуçланнă япала, пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕнех амаланса, ялт та ялт çулăм чĕлхисем ывăтакан, пал та пал хĕм сирпĕтекен çутă кăвайтах пулса тăчĕ. Çак çулăм чĕлхисем, çыннине хăйне те, унăн суранлă шăмшакне те мантарса, йĕкĕт ăнтăлăвне, çурхи хĕвел пайăркисем евĕр, пĕр вĕçĕм таçталла йыхăрчĕç, пĕр вĕçĕм таçталла сулăнтарчĕç, пĕр вĕçĕм таçталла хăватлантарчĕç. Пĕр тĕлĕнсе те çав вăхăтрах хăйшĕн вĕрçĕнĕ туйăмран пĕр шикленсе, ăнланмаллипех ăнланса илчĕ Виталий: çапла, халь тин вăл ни каялла чакма, ни пĕр вырăнта тапăртатса тăма пултараймасть урăх; вăл — Динăна юратать...
Больницăран тухнă хыççăнах пăртакран, сывалсах çитме килте лараканскер, сентябрь варрисемпе, сылтăм уринчи гипсне хăпăттармалла района çитсе килме тухнăчĕ те Виталий (сулахай аллинчине унчченех илтерттернĕччĕ) путвал тĕлĕпе ярăнтарса пынă чухне, хĕрсем кузовран сенĕксемпе çĕрулми пушатнине курсан, хăй ларса пыракан çăмăл машинăна тăпах чарăнма каларĕ. Хĕрсем хушшинче вăл сенĕке йăрă аллисемпе васкаса вăлт та вăлт вылятакан Динăна та асăрхарĕ. Асăрхарĕ те, Динăна пĕр-икĕ уйăхсене яхăн та курманскерĕн ăшчикĕ, çунакан кăвайт çине татах краççын пĕрхĕнтернĕ евĕр, тăруках пĕçерсе, вĕриленсе кайрĕ. Виталий кабинăран тухрĕ.
— Вăй патăр, хĕрсем! — ăшĕнчи çулăмне пытарсапаттăррăн сывлăх сунчĕ йĕкĕт, çĕрулми купи патне çăмăллăн, патлаттарса пычĕ. — Утатри-чупатри, вылятри-кулатри, пире хапăл тăватри?
— Хăвăра кунта паратри, сенĕк аври тытатри? — чанкăлтатса илчĕç пĕр харăсах темиçе хĕр. (Кусем — вуннăмĕш класс хĕрачисем, вĕреннĕ хушăрах колхоза çĕр-улми кăларма-турттарма пулăшакансем.) Хăйсем çав самантрах çерçи кĕтĕвĕ пек кĕпĕр-р хупăрласа илчĕç те Динăна пĕринчен тепри ăна хăлхинчен: «Ав, сан килет, ав, сан килет», — тесе шӳтлесе-тĕртлешсе пăшăл-пăшăл, чăй-чай туса тăчĕç, йĕкĕт çывхарсах çитсен, ывăçри пăрçанашăпăр-р сапса янă чухнехилле, паçăр тăракан вырăнесене чăл-пар саланса пĕтрĕç.
Динă купари çĕрулмине тĕнĕ шăтăкĕнчен путвала тĕрте-тĕрте антарать, çавăнпа вăл ытти хĕрсенчен кашт аяккарах тăрать. Çавăнпа кунта мĕн калаçни вĕсен хăл-хине илтĕнсех те илтĕнмест, ахăр.
— Дина, вăй патăр, — купа хĕрринех çитсе хĕре шăппăн сывлăх сунчĕ Виталий. — Ан вăрç ĕнтĕ. Хăçантанпа сана курманни. Мĕнле пурăнан?
Хĕр сенĕкĕпе хуллентĕрех авăса пуçларĕ. Ах, пĕртте майлă самант мар-çке йĕкĕт кунта килсе тухни. Хĕрĕсем ав, тата, чакăлти чакаксем, пăх-ха, йăх-йăх та кĕр-кĕр, Динăпа Виталий еннелле, цирк курнă пек, куçĕсене чалтăртаттарса кăна тăраççĕ. Иçмасса, шăпăрт тăма та ăс çитереймеççĕ вĕт-ха вĕсем: кĕр-кĕр те йăх-йăх. Эх, вĕлтĕренччĕ те лĕрре чĕлхисенчен!
— Пурăнасси-мĕнĕ... Пирĕн мĕн, — каччă çывăхра тăнипе тата хĕрсем чарлаттарса пăхнипе Дина пичĕ-куçĕ пĕрлĕхен пек хĕп-хĕрлĕ пулса кайрĕ. — Шкула çӳретпĕр. Халь, ак, çĕрулми кăларнă çĕрте... Хăв мĕнле-ха?
Хĕр, сенĕкĕпе авăсма пăрахса, кĕлеткине тӳрлетрĕ те Виталие питĕнчен вĕлт пăхса илчĕ:
— Сывалсах çитрĕн-и?
Виталий хĕр куçне хăй куçĕпе шырать-шырать. Дина каччă куçĕнчен хăй куçне тартать-тартать, унтан каччă хĕр куçне куçĕпе самантлăха пӳлсе хурать те ун ăшне чăмса кĕрес евĕр тимлĕн тĕмсĕлсе тăрать:
— Эпĕ сана çав тери, çав тери кĕтсеттĕм, Дина. Каласан та ĕненмĕн, мĕн тери кĕтсеттĕм эпĕ сана. Халь ĕнтĕ — каллех килте, — йĕкĕт, хĕре курнипе калама çук хĕпĕртесе ӳкнĕскер, ку сăмахсенчен те чипертереххисене калас-калас тет, нумай-нумай калас тет, анчах та,мур япали-çке, кунтан авантараххи нимĕн те чĕлхи çине килмест унăн. Хăй пăхать-пăхать хĕр çине, юратса, çунса, шанса пăхать. Куçĕнче хăйĕн пĕр чĕптĕм хăй те çук, пĕтĕмпех — Дина, Дина, Дина. Вара, кирлĕ сăмах шырани вăрах вăхăта тайăлсан, çапла лаплаттарсахурать. — Пар-ха сенĕкне, пулăшам...
Виталий хĕр аллинчи сенĕке ярса илчĕ те юлнă пек çĕрулмине васкасах путвал шăтăкне ывăтма тытăнчĕ. Дина та, унтан юлас теменĕн, вăр-варах тепĕр сенĕк ярса тытрĕ. Вăл та сасартăк пуçланнă ăмăртура вăй виçесле, вашт та вашт перет çĕрулмине путвал анине. Перет-перет те, «асту, ан юл Динăран» тенĕшкел, йĕкĕт енне пăха-пăха илет. Йĕкĕт те, савăнăç еккине парăчса, асту, ху тăрса ан юл Виталирен тенĕшкел, сенĕкĕне хытăран та хытă авăсать.
Вĕсен тавра — тӳнкки-тӳнкки ярминккелле — хĕрсем хăпартнă шăй-шай: «Тавай, хăшĕ малтан, тавай, Дина, кĕрлеттер! Хамăр ята ярас мар, парас мар маххă!»
Пĕр хĕрĕ тата, шӳт ăсти пулĕ çав, аллинчи сехечĕ çине пăхнă та пĕр çеккунтра кам миçе сенĕк çĕрулми ывăтнине суса тăрать: «Тавай-тавай, Виталий, тавай-тавай. Çăмăл ача çăм тапать. А ну-кă, тавай, тепĕртак яра пар, охо-хо-хо!»
Пашкана ернĕ Дина, вăй-халĕ урăх çитейменнипе, сенĕкне пăрахать те путвал çумне вăйсăррăн сĕвĕнет. Леш хĕрĕ, ăмăртăва сехет çине пăхса вăй виçекенни, çакна курсан, савăнăçне ниçта чикеймесĕр, пыр тĕпĕ çурăлса тухасла кăшкăрса ярать: «Ур-ра, пирăн Дина çĕнтерчĕ. Ур-ра!» Çĕрулми купийĕ вара, пăхăсăн — çурри те катăлман-ха купаран.
Пурте, ĕçпе вăййа хутшăнтарса янăшăн хĕпĕртенĕскерсем, чунĕсене кантарсах ахăл-ахăл кулчĕç.
Динăна та, Виталие те килĕшрĕ ку ăмăрту, иккĕшин пичĕсенче те кулă та савăнăç.
Нарт! тутарчĕ çăмăл машина шоферĕ, кабинăра хаçат вуласа лараканскер; нарт! тутарчĕ ЗИЛ шоферĕ, çамрăксен кĕр-кĕрне пач та хăлхине чикменскер: «Кайрăмăр, çитет лĕпĕртетсе!»
Хĕрсем, çуйхашса та тĕрткелешсе, туххăмрах йăпăр-ялăр хăпарса ларчĕç кузова.
Дина та ыттисемпе пĕрле васкасах кузова хăпарса ларчĕ: «Юлнă купине ăна каçхине, юлашки хут тиесе килсен те, кĕртсе пĕтерме пулать-ха».
— Дина, кĕçĕр клуба пыр, клубра кĕтетĕп! — кăшкăрса ăсатрĕ ăна йĕкĕт, çĕрулми уйнелле шавлăн тапранса кайнă хĕрсен ушкăнĕ еннелле пурнăçĕнчи чи-чи хаклă япалана çĕнĕрен шыраса тупнăн тĕмсĕлсе. Хăй те вара, чунĕ килĕштерекен çыннине курнипе кăмăлĕ хăпартланнăскер, çăмăл машина патне савăнăçлăн уттарчĕ.
...Çав каçра та, Динăна калинкки умне ăсатса яма пӳрнĕ ытти каçсенче те, чĕрине шăнтса та кĕллентерсе, Виталий ăнкармаллипех ăнкарса çитрĕ: юратать иккен вăл çав хĕвел шевлипек янкăр та чип-чипер этеме, юратать те — хăйпе нимĕн те тума пултараймасть; Дина иккен йĕкĕтрен аяккалла тарнăçемĕн тарса, писнĕçемĕн писсех пырать. Анчах та ăçта-ха тупсăмĕ çакнашкал хăвăрт улшăнун, ăçта-ха çав ылтăн арчан вашт! кăна уçса кĕмелли ылтăн уççи? Тен, чăн та, пĕтĕм тупсăмĕ те кунта Нинăра кăна? Нинăпа Дина тĕл пулнă пулĕ те, лешĕ, чараксăр чĕлхе, каланă та кăтартнă пулĕ ним пытармасăр? Ара, иккĕшĕ те пĕр кунах, пĕр вăхăталлах пырса кайрĕç вĕт-ха больницăна, пĕри маларах та, тепри каярах. Паллах, Нина пăтăрмахĕ ку, паллах, вăл лĕпĕртетсе пĕтернĕ. Эппин, айăпĕ Нинăра çеç пулсан, эппин, мĕншĕн-ха Дина ун пирки сăмах та асăнмасть, чĕптĕм те тĕксе илмест? Эппин, сăлтавĕ кунра кăна мар-тăр, тата тем урăххинче-тĕр. Анчах та мĕнре-ха Дина сивĕннин тупсăмĕ, мĕнре?..
Дина сивĕннин сăлтавĕ Нинăра çех пулсан, мĕнех-ха вара унта ытлашши? Пулнă — иртнĕ. Калаçнă-калаçнă та — пăрахнă. Яш чухне кам кампа кăна çӳремест? Çӳренĕ-пĕрне пурне те качча илсе пĕтерес-тĕк пĕр ĕмĕр мар, вуникĕ ĕмĕр те çитеймĕ... Çие юлнă теесрен — вăл-ку çынпа канашласа тумалли япала мар-ха, ун пирки асăрхаттарнă ăна пĕрре кăна мар, хăйĕнех пĕлмелле... Енчен те, элле, Нина чăнахах та Динăна лĕпĕртетсе панă пулсан? Вара... вара... ним калама та пĕлмелле мар. Алла сулмалла та... Нина патне каялла таврăнмалла-и?.. Ара, мĕн вĕт-ха, Дина хăй нимĕн те шарламасть вăл-ку пирки, çăвара шыв сыпнă пекех — хăнк... Çапах та Дина тавра пуçа çавăрттарса пăхмаллах тĕплĕнрех, çавăрттарса пăхмаллах. Халех туй туса пĕрлешмелле тесен, çамрăкрах-ха хĕрачи, çамрăкрах, мур илесшĕ, шкул ачи çеç. Вăл вĕренсе тухасса кĕтсе пурăнмалла тесен... Ненай, сивĕнет унччен хĕр йĕкĕтрен, сивĕнмеллипех сивĕнет; хутса пултарайман кăмака шатăр сивĕре наччас сивĕннĕ пекех сивĕнет... Тимĕре, ав, ваттисемех хĕрсе çитнĕ чух сунтал çине хума каланă. Çапах та тĕплĕнрех ĕçлеттерсе пăхмалла пуçа Дина тавра, тĕплĕнрех. Май килнĕ таран тĕплĕнрех...
Тем чул пуçа ватсан та, шухăшлас шухăшĕ Виталие пĕр шухăш патне çеç иле-иле çитерет: «Динăна унăн ниепле те алăран вĕçертмелле мар». Ытлашши шухăшласа мимене шĕветни кунта — пустуй япала кăна. Çитменнине тата, ак, пульницаран гипса хăпăттарса тухнă хыççăн юлашки эрнесенче, сайра хутра пĕрер сăмахлакаласа илме май килкеленĕ пулин те, Дина Виталирен çине тăрсах пăрăнса çӳреме тытăнни куçкĕрет палăрчĕ... Эппин-тĕк, мĕн малашлăха шанмалла, халь-тĕк халь туса ирттермелле кунашкал ăшхыптармăш ĕçе!..
Çара кайма ят тухсан вара (хальхинче те хăй çара кайсах пĕтессе ĕненсех ĕненмерĕ-ха йĕкĕт), мачча каштине пуртăпа лачăрт картса хунĕ евĕр, ăшĕнче çирĕп тĕвĕ туса хучĕ: «Дина унăн арăмĕ пулать...»
Клуба вĕсем яш-кĕрĕм саланса пĕтес умĕн, юлашки çавра ташă ташланă вăхăтра пырса кĕчĕç. Пурте вĕсем, ултă хусах, Виталипе пĕрле салтак чупакансем, самаях хĕрнĕскерсем, ташлакан йыша кĕпĕрех хупăрласа илчĕç. Хупăрласа илчĕç те ушкăна, чун варлийĕсене шыраса тунса, кашниех пĕр-пĕр хĕр çумне пыра-пыра çулăхрĕç. Вальс çеммине май, ыттисене кура, пулчĕ-пулмарĕ пурте йăкăш-йăкăш шукалама тытăнчĕç.
Виталий те, салтака ăсанакансен йăлипе яра куна пĕр тăванĕ патĕнчен тепĕр тăванĕ патне килрен киле çӳресе, эрех-сăра пушатса самаях ĕшеннĕскер, йăшнă куçĕпе ташлакансем хушшинче Динăна шырарĕ. Шыраса тупсан (Дина вальс çеммине урăх йĕкĕтпе çаврăнать пулин те), ташлакан мăшăрсене чавсисемпе хиркелесе, хĕр патне питпе пит пырса тухрĕ. «Аха! — шухăш хумĕ шалт тĕксе илчĕ Виталие тăнлавĕнчен, — чăн та, ара, çакă мар-и-ха Динăн ку таранах никама та пĕлтермесĕр, вăрттăн усракан йĕкĕчĕ? Апла тăк, вăрттăн йĕкĕчĕ çук-тăк, ма сивĕнес пур-ха Виталирен вăл? Тем тесен те, çак йĕкĕтех Виталий çулĕ çинче тăраканни, тем тесен те — çак йĕкĕтех! Ара, ку кам вĕт-ха — Никандр, Ячменев Кĕркури ачи, урăхла каласан, Урпа Никандрĕ. Ара, шăп та лăп çавăн ачи ку — Динăпа тантăшскер, иçмасса, ха, — пурăнасса та пĕр касрах пурăнаççĕ, килĕсем те юнашарах темелле, тăваттă урлă-и çав? Çитменнине тата, вĕренессе те пĕр класрах вĕренеççĕ. Эп-пе-пей! Тем тесен те, ачи ку ахальтенех йăкăшт-йăкăшт шукаламасть пулĕ-ха Динăпа ыйхă татсах, тем тесен те, темскер амакĕ пурах кунта. Тен, ĕнсе кукли çитерсе пăхтармалла мар-и ăна кăштах? Пĕлтĕр пулать юттисен хĕрĕсем çумне епле çыпçăнмаллине, э?!»
— Сап-салам! — кăкăртан çатăрласа тытасла хăррăн кăшкарчĕ вăл Никандра, ăна кĕлеткипĕ аяккалла сирсе Динăна хăй çумнелле туртса илнĕ май. — Виçене те танкармалла сан, йĕкĕт. Кан пăртак. Ташла-ташла урусем те лĕнк-ленкех пулчĕç пуль. Халь ман черет.
Виталий капла сĕмсĕрленнипе Дина тăруках кăмăлсăрланчĕ:
— Ну, Виталий, яр, — унран вĕçерĕнесшĕн аллисемпе ӳпкевлĕн туртăшкаларĕ вăл. — Ну, юрать-и вара çапла каппайланма!..
Никандр та, хăйне мăшкăл кăтартнăшăн тарăхмаллипех тарăхнăскер (çитменнине тата — Дина умĕнче!), чăркăш йĕкĕте кăкăрĕнчен яп ярса тытрĕ.
— Эс, мĕн, ĕçнĕ тесе-им? Кӳпсе лартаççĕ те сысналла, тем те хăтланма юрать, теççĕ пуль. Асту, ан вĕçкĕнлен ытлашши. Атту, эп те пит пăхсах тăмăп!..
Виталий, Никандр капла хăюлланасса кĕтменскер, малтан çухалса кайнă, пек пулчĕ, унтан, хĕремесленсе, тилĕрме тапратрĕ:
— Йĕпе сăмса! Эс мана çапла хăмсарма-и? Кала, кам сысна, ну? — вăл, хирĕç калама хăйнă этеме тапса сирпĕтесле, хаяррăн пăхса тăрать. — Кала, ма каламастăн? Элле, чĕлхӳ пыр тĕпне анса кайрĕ-и?
Шăв-шава илтсе, хăшĕ Виталие, хăшĕ Никандра пыра-пыра тытрĕç, вăйпа тенĕ пек пĕр-пĕринчен уйăрчĕç:
— Вăт, çăвăр автансем! Çитет сире киккириксене ĕмлентерме!
Айланса-пăтранса ташă та пĕтсе ларчĕ. Никандр, ашша пăснипе шутсăр кăмăлсăр юлнăскер, Виталий еннелле ăллине лаш! сулчĕ те, алăка шалтлаттарса хаварса, клубран тухса çухалчĕ. Хĕрĕнкĕ Виталий те, йĕркеллĕ пыракан каçа пăснипе пĕртте каялла-маялла шутласа пăхмасăр, хăйне çĕнтерӳçĕ пек кăтартса пушшех те çуйăхрĕ, кăкăрне тӳнк те тӳнк кĕрĕслеттерчĕ:
— Урпа! Пĕлес пулать ăна кампа тытăçмаллине. Памаллаччĕ-ха, ак, пĕрре янахран, тăкмаллаччĕ шăркана ларман урпине. Тăмсай!.. Эх-эх, тавай-ха хамăрăнне, чăвашлине — ташша!.. Эй, вăйăç!.. — Виталий, хăй валли лаптăк туса, ушкăн умĕпе хур аçи пек юхса, талт-талт пусса утса çаврăнчĕ те, вăйăç патне пырса, урипепĕррех тăрăст! тапрĕ. — Вĕтĕлле! Хоп-па! Ди-на!
Килне кайма пуçтарăнса алăк патнелле утакан Динăна йĕкĕт (çук, вĕçертмест ăна Виталий: мĕн тумаллине йăлт паян, йăлт кĕçĕр туса ирттермелле-çке-ха унăн) хăвăрт çулса илчĕ:
— Дина, ташша!
Хĕр, килĕшмессĕн, турткалашрĕ, пĕтĕм вăйран ушкăн хушшинелле туртăнчĕ, Виталий парăнтарасса кура тăркач вара ирĕксĕртереххĕн урай варне тухрĕ, ытла хăюллăнах мар пулин те, ташă çеммине кӳлĕнчĕ.
Хĕрĕсем тата, ташлакансене ункăласа тăракан хĕрсем, пушшех те ташлама хĕтĕртнĕн, такмаклама тытăпчĕç:
Урам урлă каçнă чух
Такăнасси те пулĕ,
Çакăн чухлĕ халăх çинче
Вăтанасси те пулĕ,
— пуçласа ячĕç вĕсем, те сăмахĕ çапларах килнипе, те Динăна тĕртерех илнипе.
Трактор суха сухалать,
Сеялки аксах пырать,
Авланайман каччисен
Мăк сухал шăтсах пырать,
— шарт-шарт алă çупаççĕ хĕрсем кĕвве май. Такмак сăмахĕсем тата, Виталие юри тĕксе илнĕ евĕрех — шăртлă.
Савни кайрĕ салтака
Шăп икĕ çул пурăнма.
Икĕ çул вăл виç кун мар,
Ăна кĕтме ухмах мар,
— ак япала тата! Кăна ĕнтĕ, хĕрсен сăмахĕпе, ахăр, Дина такмаклать.
Кукăль пиçсе тухиччен
Пашалу та юрĕ-ха.
Хамăн савни киличчен
Çын савни те юрĕ-ха,
— ах, мур хĕрĕсем, кур-ха, кур пĕртте намăса пĕлмеççĕ-çке: Динăна йăлт хĕретсе пĕтерчĕç. Ай-уй, кусемпе шалт аптрамалла-çке: пулманнинех пулнă туса, тем те ăсталаса кăларчĕç, луччĕ ташланинчен ташламанни.
Хĕр ташă картинчен тухма тăчĕ. Анчах та Виталий ăна хăйĕнчен шит те хăпăтмасть, çемме кура ташлама хистет, каллех ташă картине сĕтĕрет. Хĕрсен халь такмакĕ те урăхлараххи — çĕнни, ăна вут хуртараканни.
Веселитса, веселитса,
Веселитса тумалла.
Çунса тухакан чĕрене
Ташласа пусармалла.
Тира-тира калани
Хирте тырă вырни мар,
Юрланипе ташлани,
Çынна уçал туни мар,
— ян та ян тăрать клубра тахнă.
Виталий ури тĕпне пружина пăраласа лартнă тейĕн ав: йĕкăт ташăра тĕк пек çăп-çăмăл. Çавра пĕтмĕшĕнче пуçне уха-уха, атă кĕллисемпе хитрен тăпăртаттара-тăпăртаттара çемĕ кĕввипе вылянать кăна Виталий кĕлетки. Пăхăсăн: ăçтан ĕçнĕ тесе калайăн? Дина тавра вăл, сĕтеклĕ тупăша çаклатнă хурчăкалла, епле чăрсăррăн та шанчăклăн пĕтĕрĕнет. Хĕр, те ташласа ĕшеннипе, те ташлакан йĕкĕчĕ килĕшсех килĕшменрен, ташăра ытахаль евĕр кăна, ташша тухнăскер ташламасăр тăма аван мар тенĕн — ӳрĕк-сӳрĕк çеç куçкалать. Тен, çавна сиссех те-и — хĕрсен çĕнĕ çаприсем — шар тăвар.
Урам урлă каçатăн,
Хăю карма пĕлместĕн.
Уссе çитсе яш пултăн,
Хĕр çавăрма пĕлместĕн,
— Виталие сăнă пек пыра-пыра тăрăнтараççĕ сăмаххисем.
Балалайка аврине
Хурамаран тунă пуль,
Çакă пирĕн Виталие
Тункатаран тунă пуль.
— тата вирлĕрех пыра-пыра тăрăслаттарать йĕкĕт чĕрине хĕрсен йӳçек сăмахĕ. Виталий, ку хĕрсен çăварĕсенчен тата тем пĕрхĕнсе тухĕ тесе-ши е ташласа ывăннипе те (ăшша пиçме те вăхăт!), купăсçă купăсĕ çине, чарăнма паллă парса, аллине лашт хучĕ те, клубри халăх енне çаврăнса, çапла лаплаттарса пĕлтерчĕ:
— Салтак чупакансем, пурте манпа пĕрле! Ыттисем, каччи-хĕрупраçĕ — кам ăçталла... Такмакшăн — тавтапуç.
Дина патне пырса:
— Динăна вара икĕ хут тавтапуç, лайăх ташланăшăн тата çут тĕнчере санашкал чипертен те чипер хĕр пурришĕн... Çулсем пирĕн пĕрле май. Кайрăмăр, ачасем.
Хĕр те, ăна-кăна нимĕн те чухламанскер, Виталий чĕннĕрен (хăйĕн тата тепĕр çаврă вальс çаврăнса илес йӳтĕмĕ те пурччĕ-ха) ушкăнпа пĕрле урама тухрĕ.
Урама тухсан, салтак чупакансем, çĕрлехи тăнăçа янраттарса, салтак юррине тăсса ячĕç:
Сыхлас пулать, ой, Советăн çĕршывне...
Урам хĕресленнĕ тĕле çитсен, хăйсен еннелле, аслă урамалла пăрăнам тенĕ Динăна Виталипе унпа юнашар пыраканĕ хулран шатăрт кĕлентĕрлесе тытрĕç те, вăйпа тенĕ пекех, тăкăрлăкалла уттарса анса кайрĕç. Хĕр мĕн те пулин тавçăрса иличчен, пулăшу ыйтса çуйăхма е турткалашма тытăниччен, анкă-минкĕ ушкăн ăна Виталисен картишне тĕпĕртеттерсе те кĕчĕ.
Шăв-шава илтсе, амăшĕ, Хвеччие, йывăç пӳртрен йăкăртатса тухрĕ, сĕтел çине наччасах сăра-эрех кăларса лартрĕ. Виталий, савăнса та хĕпĕртесе, пурне те хĕр илсе кĕнĕ пирки янраттарса пĕлтерчĕ. Чул пӳртре йăн-ян, çăй-çай, калаçу-тĕркĕшӳ пуçланчĕ…
4
Андрей Васильевич шкултан пăсăк кăмăлпа таврăнчĕ. Педсовет ларăвĕнче хăйне сăмах тивессе кĕтменскер (ара, пĕрремĕш чĕрĕк çитĕнĕвĕсене пĕтĕмлетеççĕ вĕт-ха, Андрей Васильевичăн урок ирттерес меслечĕсене мар), директорăн вĕренӳ тата воспитави енĕпе ĕçлекен заместителĕ Кронид Евграфович Куницын ун ятне тĕкcе илмеллерех асăнсан, вăл тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ. Кропид Евграфовйч шучĕпе, Айдрей Васйльевйч, эппин, Çутĕç министерствин çирĕплетнĕ вĕренӳ программипе палăрмаллах пăрахăçланă. Капла ниçта та тĕрĕсленмен «çĕнĕлĕх çине çĕнĕлĕх» шухăшласа кăларма тытăнсан, Кронид Евграфович шучĕпе, Андрей Васильевич класĕсенчи ачасем программăна алла илме кăна мар, мур пĕлет-и, ăçта çитсе çапăнма пултараççĕ. «Çавăнпа та, — те хăй шухăшне, те педсовет шухăшне пĕтĕмлетесшĕн пулчĕ ку тĕлте Кронид Евграфович, — ăнланăр, Андрей Васильевич, 10-мĕш «а» класс — вĕренсе тухса каймалли класс, экзаменсене хатĕрленмелли класс. Кун пек чухне пĕтĕм вăя экспериментсем ирттерес тĕллевпе мар, ытларах ачасен пĕлĕвне тарăнлатас çĕре парассишĕн тăрăшасчĕ. Эксперимент тени вăл, паллах, кирлĕ япала, анчах та ун пек япаласене кайран, Андрей Васильевич, кайран, опыт пухăнарахпа,ураланса çитсен...»
Асра та çук çĕртен, йĕппи хыççăн çиппи тенĕ пек, Кузьма Афанасьевич мĕн сӳпĕлтетсе пĕтрĕ тата педсоветра. «Эпир те, аслă клăссенчи чĕлхеçĕсем, пирĕнпе пĕрле завуч та, так, сначăт, Кронид Евграфович, çамрăк учитель пултарулăхĕпе паллашас тата ăна пулăшас тĕллевпе, так, сначăт, Андрей Васильевичăн икĕ урокĕнче пулса куртăмăр, кхм-кхм, — хăйĕн яланхи йăлипе ӳсĕре-ӳсĕре илсе, кашни икĕ-виçĕ сăмах хыççăнах «так, сначăт» тенине хуша-хуша хурса, питĕ куляннăн питĕ пăшăрханнăн сăмаха йăлмакларĕ вăл. (Кузьма Афанасьевич вăтам пӳ-силлĕ, яланах лутăрканчăк сăн-питпе çӳрекен пĕр утмăлалла çывхарнă япшар чĕлхе-çăварлă арçын. Уйăхĕ-уйăхĕпе вăл пĕртен-пĕр костюмпа, çыхса тунă пĕртен-пĕр çăм кĕпепе çӳрет. Ахăртнех, çӳресен-çӳресен, хуралсах ларма тытăнсан, çутарать-мĕн в свитерне — каллех тăхăнса ярать, çĕтĕлсе юрăхсăра ухиччен пĕртте хăй çинчен ямасть. Тăхăнма юрамиех пулсан вара — ятарласа çавăн йышшиех тепре çыхтарать те — каллех çĕнĕ çăм кĕпепе Кузьма Афанасьевич. Костюмĕсен шăпи те çавах. Саплăк лартма патне çитеспе тин хыва-хыва перет вĕсене вăл. Перет те пĕр кана вара, илнĕ тавар тĕссĕрлениччен, куçкĕски пек çап-çутă та тап-таса çӳрет (пăхса тăранаймăн!), кайран-кайран вара, вăхăт иртнĕçемĕн, каллех Кузьма Афанасьевич тумтирĕ — сӳрĕк те тирпейсĕр, лутăрканчăк... Ĕçет тата ватă учитель, эрехпе-мĕнпе хĕвĕшсе тăрать. Çук, масаран кайса, иртĕхсе-çуйăхса, урам тăрăх выртса-йăвалăнса çӳресе мар, вăрттăн та кĕрттĕн, пĕлекенсем кăлашле, ĕç вăхăтĕнчех «шкап хыçне пытанса» ĕçет те ĕçет. Тăхтавсен вăхăтĕнче ăçта та пулин вăшт кĕрсе пытанать те портфелĕнчех чиксе çӳрекен пăкăллă кĕленчинчен темиçе сыпкăм пĕл-пĕл тутарса та илет. Унтан, шăл айне мĕн лекнĕ çавăнпа çырткаласан, каллех урока. Пурте пĕлеççĕ ватă учитель ĕçнине, анчах та унпа нимĕн те тума пултараймаççĕ: те ĕçнĕ вăл Кузьма Афанасьевич, те чĕптĕм те ĕçмен? Ĕçсен те, ĕçмесен те ун пичĕ пĕр пекех: чĕкĕнтĕр пек хĕп-хĕрлĕ. Шăршпа çакланмалла теесрен — кунта та хӳрине тĕвĕлесе хунă. Кузьма Афанасьевич: çăварне темле мăйăр татки персе хыпать е одеколон пĕрĕхтерет; пĕл вара ун чухне — те ĕçнĕ вăл ватсупнă, те ĕçмен. Урокне вара хăй шыв пек шăкăртаттарса ирттерет. Ачасене нихăçан та начар паллă лартса памасть, класс журналĕнче те ун вĕçĕм «тăваттă» та «пиллĕк», «тăваттă» та «пиллĕк». Куншăн ачисем те кăмăллă, хăйĕн те нерва пăсăлмасть имĕш... Пĕр темиçе çул каялла Кузьма Афанасьевич хытах яркаласа тăнă теççĕ. Çавна пула унăн ĕç шыраса темиçе шкула та пыра-пыра кĕме тивнĕ иккен. Пĕр шкултан катертеççĕ те ăна уроксене ӳсĕр çӳренĕшĕн, вăл тепĕр шкула кайса кĕрет. Унтан та кăларса ярсан, РОНО ăна, хĕрхенсе тата ӳкĕтне кĕрсе (ара, çынни эрех стаканне çăварĕ патне урăх пач илсе пымасса шантарать вĕт-ха!), тата тепĕр шкулта вырăн тупса парать. Кунта каялла илсе килессе те ăна Кронид Евграфович илсе килнĕ пулать. Çавăнпа имĕш, Кронид Евграфович пуçарса мĕн те пулин калать пулсан, Кузьма Афанасьевичĕ вара, тăсса çапнă чăпăркка сасси евĕр, ун «ылтăн пек шухăшне» наччас малалла аталантарма пикенет, коллектив кăмăлĕн пĕр палăрăмĕ пулса тăрать... Ахăр, халĕ те çав камитех-тĕр: «Кузьма Афанасьевич Андрей Васильевич урокне «тĕшĕклет». — Так, сначăт, вăт, акă мĕн, юлташсем... Тахçан ĕлĕк-авал пурăннă, тет, çут тĕнчере пĕр ăслă чăваш. Пурăннă-пурăннă, тет те — çак чăвашăн ăсне хăма саваласа пăхас шут кĕрсе кайнă, тет. Тытăннă, тет, хайхискер хăма савалама. Пĕр кун савалать, тет, икĕ кун, виçĕ кун, тăватă кун, хами хут хулăнăш кăна тăрса юлсан, хоп! çеç ярса илчĕ, тет, пуçне: ку хăмана мĕн валли савалама тытăнсаччĕ çак, тесе, тин шухăшлама тытăнчĕ, тет... Эп, мĕн, теп, пирĕн хисеплĕ Андрей Васильевичăн ӳлĕмхи ĕçĕ-хĕлĕнче те çавнашкал пулса ан тухтăрччĕ, теп. Пурнăç вăл юмах мар, тытăнĕ те, ак, хăйăн тĕтреллĕ эксперименчĕсене шкул ачисем çинче савалама...»
Мĕне-мĕне те, кунашкал сĕмсĕрлĕхе пач кĕтменччĕ Андрей Васильевич. Нихăçан та сасартăк вĕресе кĕрсе каякан марскер, вăл сасартăк тăвăлса та йӳçĕхсе сиксе тăчĕ те хыттăн çапла латпаттарса хучĕ:
— Мĕн япала ку, камит е цирк? Ăнланаймастăп, юлташсем, педсовет-и ку е мыскараçăсен ларăвĕ? Енчен те эп ирттерекен уроксем хăшне-хăшне çырлахтармаççĕ пулсан, сăмаха унталла-кунталла выляткаласа ан тăрăр эсир, тӳрех калăр. Эп чăнлăхран пытанма шухăшламастăп. Маншăн усăллă канаш — чи кирли. Анчах та каплаӳппĕн те теппĕн, хăяккăн та маяккăн хăтланни, пĕлместĕп... кама мĕн усси кун пек винегретран? Кронид Евграфович, мĕн пулса иртет кунта, ăнлантарса парсамăр?
Ахăр, Андрей Васильевич пирки ытлашширех хăтланнине чухласа илнĕ пулмалла та Кронид Евграфович, тӳрех кăмăлме урăхлатрĕ:
— Ну, мĕн эсĕ, Андрей Васильевич, сире никам та нимĕн пирки те айăпламасть. Никам та сире такăнтарасшăн, сиен тăвасшăн мар. Паллах, ĕç пирки калаçмасассăн пирăн ниепле те май çук. Уншăнах, тен, вăриленме те, чĕрре кĕме те...
— Ну, эсир, вĕт, Кронид Евграфович, айăп ан тăвăр та, манăн уроксене чисти шăтти-паттилле тишкерме тытăнтăр. Малтан ним каламасăр, ним пĕлтермесĕр, — çаплах вĕриленчĕ-ха Андрей Васильевич.
— Ну вот, каллех, — кӳренмелли сăмахсене ирттерсе ярса куляннăн, хаш-ш сывласа ячĕ Кронид Евграфович. — Калаçăвне çавăншăн тапратса янăччĕ те, Андрей Васильевич, сирĕн уроксене ирттерес мелĕрсем пирки ятарлăн пухăнса сăмахласа пăхас тесе. Эсир, ав, тӳрех...
— Тархасшăн, Кронид Евграфович, эп хирĕç мар, — завуч сĕнĕвăпе килĕшрĕ Андрей Васильевич.
— Малтан чĕлхеçĕсемпе сӳтсе явăпăр. Унтан (мĕншĕн ытти предметниксен те кăсăкланас мар?), пурте Андрей Васильевич урокĕсенче пулса курсан, пĕтĕмĕшле калаçу ирттерсен те пăсмĕ, тетпĕр. Кунта, Андрей Васильевич, кӳренсе ним те ĕç тухаяс çук. Коллектив пырса итлĕ, коллектив хаклĕ. Вăй — коллективра. Эпир пĕрремĕш çул ĕçлеместпĕр шкулта, пурăнан пурнăçра ирриие те, начаррине те тем чухлĕ курнă; алла-аллăн тытăнса ĕçлемелле пирĕн, пĕр-пĕрне хисеплесе, сума суса. Ăнланса, пĕр-пĕрне хисеплесе-сума суса ĕçлесен çеç пурăнан пурнăçра пайта пулĕ. Ăнланăр çавна, Андрей Васильевич. Ăнланăр та хăвăршăн кирлĕ выводсем тума тăрăшăр. Астăвăр, кайран кая ан пултăр. Мăнкăмăллăха ăна çамрăк чухне, сирĕн çулăрсенче йĕвенлемелле. Кунта пухăннă аслă юлташăрсен ячĕпе калатăп, тăнлăр, — терĕ те Кронид Евграфович каллех, тарăн шухăша путнăн, хаш-ш сывласа ячĕ. Унтан, Андрей Васильевич пирки пачах маннăн, сăмахне урăх йĕрпе чуптарчĕ: — Ну, халĕ, юлташсем...
Шухăшлать-шухăшлать те Андрей Васильевич ниепле те тăна илсе пĕтереймест: мĕншĕн, мĕнле сăлтава пула пуртă аврипе сăмçаранах тĕксе пăхрĕ-ха Кронид Евграфович çамрăк учителе? Ытла та пĕр систермесĕр, ытла та кĕтмен çĕртен капла хăтланчĕ вĕт-ха вăл? Мĕншĕн, мĕнле сăлтава пула?..
Сисет, чухлать Андрей Васильевич — ютшăннă унран директорăн вĕренӳ тата воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ, çамрăк учитель пирки темĕн начаррине шухăш тытнă, ахăр. Анчах та мĕн? Кăмăл сивĕнни кăна-и (пур çын та пĕр-пĕрне пĕр тан килĕштерсе, савса пурăнаймаççĕ вĕт-ха) е ĕçре такăнтарас тени-и — çавна ăнкарсах илеймест-ха Андрей Васильевич. Ăнкарсах илеймест те — çавăнпа та ăшчикĕ пăтранчăк, кăвасак унăн...
Тен, чăн та, завуч калашле, Андрей Васильевичăн уроксем хыççăн эрнере пĕрре ирттерекен «Эс — çитĕнсе çитнĕ çын» («харпăр хăй урокĕсем») текен пуçарăвĕ тукмака тивĕçлĕ пуль? Тӳррипе, мĕн япăххи пултăр унта та? Андрей Васильевич ку калаçусенче те ачасене уçă чунлă пулма, кашни харпăр хăй тăвакан утăма хаклама пĕлме, тĕрлĕ туйăм пахалăхне шак хурса тĕрĕс тишкерме вĕрентесшĕн хыпăнать. Ырă, çынлăхлă пулма вĕрентесшĕн çунать. Вĕрентнинчен те ытлă çав туйăмсен чăн-чăн ăшчиккине, чунне-хевтине ăша илме хăнăхтарасшăн талпăнать...
Шкулта е класра чуна тăвăнтармалли е савăнтармалли мĕн те пулин пулса иртет-и — калăпăр, вăйăран вăкăр кăларсах, акă, 6-мĕш класра вĕренекенсем — Васильевпа Тябуков çапăçса кайнă, пĕр-пĕрин сăмсисене юнлантарса пĕтернĕ. Халĕ вара, пĕр-пĕрин çине пăхса илмессерен, çăвăр ăвтансем пек, каллех чалт! та чалт! сиксе ларма хатĕр. Пĕри те тепринчен каçару ыйтасшăн мар. Иккĕшĕ те ухмахла çиеле тухасшăн. Пырса та ан перĕн. Мĕн ку? Паттăрлăх-и е хăмпă хăпартни кăна?
Юратсан, камăн ун çинчен малтан пĕлтермелле — каччин-и? Е хĕрĕн каласан та юрамалла? Ĕмĕр тăршшĕпе пĕр-пĕрне юратса пурăнас тесен, мĕн тумалла? Мĕншĕн хĕр чух хĕрĕх тус, каччă чух аллă тус, теççĕ. Ваттисен сăмахĕ пур чухне те тĕрĕсе килет-и? Хĕрсем мĕнле каччăсене ытларах килĕштереççĕ, каччисем тата? Телейлĕ пулма мĕн кирлĕ? Кĕвĕçӳпе чăн-чăн юрату çырлахса тăраççĕ-и? Пирĕн вăхăтра хĕрпе каччă хушшинче ытлашши сăпайлăх кирлех-и? Хĕртен сивĕннĕ качча каялла çавăрас тесен, мĕн тумалла?.. Пурнăçра кама чăн-чăн этем теме пулать. Пурăнан пурнăçа икĕ питленмесĕр, çынна ура хумасăр, йăпăлтатмасăр, улталамасăр, кĕленче пек тап-таса пурăнса ирттерме пулать-и? Тата ытти те, тата ытти те, тата ытти те... Тем те, тем те кăсăклантарать çитĕнсе çын шутне кĕрсе пыракан, тем те пĕлме, çĕнме ĕмĕтленекен яш-кĕрĕме. Класра мĕн чухлĕ ача — çавăн чухлĕ ăс, пухăнмассерен çавăн чухлĕ ыйту. «Харпăр хăй урокĕсем» — ăслă канаш, ăслă юлташ, шанчăклă тантăш, çывăх тус... Кунашкал «уроксене» ачасем никам вăйăпе те мар, хăйсем тăрăшнипех ирттереççĕ. Пĕри калать, тепри калать, виççĕмĕшĕ хирĕçлет, тăваттăмĕшĕ пач урăхла кăмăл пĕлтерет. Чи кирли кунта ачасем пĕр-пĕринчен ютшăнманни, пĕр-пĕринпе канашласа мĕн патне те пулин калаçса çитни, кăмăлĕсене яри уçса яш ĕмĕрте пăшăрхантаракан чылай пулăма тĕпчесе, шĕкĕлчесе пăхни. Андрей Васильевич сăмахĕ те ĕнтĕ кунта, паллах, чи витĕмлĕ сăмахсенчен пĕри. «Ачасем шухăшлама вĕренччĕр, типĕ чунлă ан çитĕнччĕр, йывăрлăхра пĕр-пĕрне пулăшма васкаччăр, пурнăç тумхахĕ-сакăлти умĕнче нĕрлесе, пуĕсене усса ан тăччăр, кашни кăткăс самантра тĕрĕс пĕтĕмлетӳ туса, çав кăткăс саманта çĕнтерсе тухма хăнăхчăр, кирек ăçта та, кирек мĕнле лару-тăрура та тӳрĕ чунлă пулччăр», — акă мĕнре курать Андрей Васильевич «харпăр хăй урокĕсен» тĕп пĕлтерĕшне, сулăмне... Тен, чăн та, харам япалапа çеç аппаланать çамрăк учитель? Пуçăннă-пуçăнман, ав, Кронид Евграфович ун çулĕ çине пĕрене пăрахрĕ. Тен, чăн та, пустуях хăтланать вăл ку ĕçпе? Ыттисем пек, хăнăхнă йĕр çине ӳк те — шарлаттар кăна педагогикăн такăрлатнă сукмакĕпе. Апла-тăк, тĕлкĕши-тĕлкĕшми, ма пурăнни? Тĕлкĕши-тĕлкĕшми, канлĕрех пурăнас тесен, тен, тĕнчен, урăх çăмăлĕ те нумай-тăр? Учителĕн тĕп ĕç хатĕрĕ вăл — сăмах, тĕп тĕллевĕ — этем, тĕнчене малалла яракан ыранхи этем.
Эппин, эс хăвна тĕрĕс тесе хăв тавра кăна çӳллĕ тĕкме тытса ан çаврăн — вăл тĕкме шал енне пурăна киле çутă та кĕме пăрахĕ; эппин, сейсмограф пек, питĕ сисĕмлĕ пул, çамрăк этемĕн ырă чун-чĕрине ырми-канми тĕпче, пултарнă таран унта шăтаслăх вăрлăх ак, хатарлă çул çине илсе тухса тăн-тăн утса кайма пулăш. Вара эсĕ хăвна, çамрăк учителĕм, хăв кӳлĕннĕ тертӳнте кăштах та пулин усăллă пултăм, тесе шутлама хăю çитерĕн...
Хваттерĕнче ăна тата тепĕр ăшах мар хыпар кĕтсе илчĕ (Андрей Васильевич пĕччен хĕрарăм патĕнче — «Елькка аппăшсем» патĕнче хваттерте пурăнать) — Христина çырăвĕ.
Андрей Васильевич кăмакаран шаркку кăларчĕ те, хăйне кирлĕ чухлĕ антарса, сĕтел хушшине ларчĕ, кашăк тытрĕ, чун пек кĕтнĕ çырăва вулама тытăнчĕ (çырăвне вăл, Елькка аппăшĕ кĕнеке купи çине хурса хăварнăскере, çиме ларсан тин асăрхарĕ).
«Андрей! — шарккăва ăса-ăса хыпнă май Христина çырăвне вуларĕ Андрей Васильевич. — Ĕнтĕ сана курманни те икĕ уйăх патнеллех. Çырăвусене илсех тăратăп. Тавтапуç... Апла пулин те, ман санпа уçăлса калаçмаллах. Çапла, çапла, калаçмаллах... Манмалла пирĕн пĕрне-пĕри, Андрей. Илтетĕн-и, манмалла: Пуçĕпех. Йăлтах. Тĕнчере иксĕмĕр пуррине пăч пăрахăçласа. Çур çул каяллахи майлах. Хамăр тĕл пулас умĕнхи евĕрлех. Унччен те эпир тĕнчере иксĕмĕр пурри çинчен пĕлмен, халĕ те çаплах тăвăпăр, манăпăр. Тĕлпулу та, нимĕн те пулман пирĕн. Илтетĕн-я, Андрей, пулман, пулман... Манăн ĕнтĕ, Андрей, пĕтĕмпех иртрĕ, ахăр. Эпĕ пĕртте «ку чухнехи çын» мар, «не современная», теççĕ-и-ха вырăссем ун пеккисене, шăп та лăп çавнашкалли. Асанне, эппин, хамăрашкал каласан, кивĕ çын, «тухатмăш карчăк». Пĕрех хут ма ăслăрах пулмарăм-ши хам малтанах? Тӳрех пăрса ямаллаччĕ ман сана: Андрей, телейне урăх çĕрте шыра, тесе. Çук, хал çитереймерĕм. Ара, хĕр чĕри мар-и çав, яланхи сӳннĕ кăвайта тĕлкĕштересле, теме шаннăн, пĕрехмай кĕтетĕн, кĕтетĕн. Чĕре таçталла вăйкăнать, вăйкăнать. Малта яланах саншăн тем ырри, çĕнни, сĕмленсех çитерейменни пуррăн туйăнса тăрать. Вĕçĕмех çав асамлă япала патне туртăнатăн, туртăнатăн. Анчах та мĕн вăл çав асамлă япала, мĕн вăл çав ырри, мĕн çав çĕнни — хăв та ăнкарса çитерейместĕн, хăв та каласа, ăнлантăрса памă пӳлтараймăстан... Çук, çук, кунта эсĕ пĕртте айăплă мар, эпĕ пĕртен-пĕр хама, пĕртен-пĕр хама çеç айăплатăп. Мĕскершĕн сана шанчăк хĕлхемĕ патăм-ши пĕрех хут, мĕскершĕн, мĕскершĕн, мĕскершĕн?.. Ну юрĕ ĕнтĕ, Андрей, темех мар, пăшăрханăн-пăшăрханăн та — иртсе кайĕ. Тĕнчере сахал-им хĕр. Манашкал «ашапатман карчăксене», вăтăртисене кăна мар, çамрăккисене, хип-хитрисене, юратушăн вĕресе, ташласа тăраканнисене те тупăн-ха. Манран çĕр хут, пин хут лайăхраххисене тупăн. Эсĕ халь çамрăк-ха, çирĕм виççĕре çеç пыран. Сан çулăнта вуннă хуçăлса вуннă тӳрлевме пулать. Эсĕ малалла çеç пăх. Эс ан нăйкăш, Андрей, ху шутласа пăх-ха, мĕн тума эпĕ сана, вăтăрти?.. Ват хĕр? Эпĕ ĕнтĕ епле те пулин пĕчченех пурăнса ирттерем. Çитменнине тата пĕччен пурнăç мана шутсăр килĕше пуçларĕ. Хăвна хăв хуçа. Никам та сана чăрмантармасть, вăрçмасть-ятлаçмасть темелле. Мĕн тăвас килет, çавна ту. Ирĕк... Эпĕ сана кун пирки унчченех каласшăнччĕ — калаймарăм. Ан вăрç. Тен, куçа-куçăн чух калаçма — чĕлхе те çаврăнаймарĕ пуль. Халь ĕнтĕ, ак, çырупа... Андрей, тен, эсĕ ман пирки начаррине те шухăшлама пултарăн? Епле шухăшласси ку ĕнтĕ хăвăн ирĕкӳ те-ха шухăшласса вара — ыррине çеç шутла, эпĕ çав-çавах, эcĕ пĕлекен «Хреççиех», каччи те, никамĕ те çук ман, кăрине те кăра эпĕ, çиллессине те çиллес, ват хĕр. Сана телей çеç сунатăп. Ах, Андрей, Андрей...
Çакнашкал çыру çырмалла пулса тухнăшăн — ан тарăх. Хăçан та пулин ку сăмаха манăн сана пурпĕрех каламаллаччĕ. Мĕн чухлĕ иртерех — çавăн чухлĕ аван-тарах пулĕ, терĕм. Сана çеç ытлашши çĕклем ку, утас темен çулпа пушăлла танккани. Капла — татăклă. Пурте паллă. Уçă та тăрлавлă.
Чăтăмлă пул. Çакăнпа пĕтерер. Ан çыр. Сана ырăпа çеç асăнакан Христина-Хреççи».
Ак сана ме — юрату! «Сана ырăпа çеç асăнакан Христина-Хреççи».
Андрей Васильевич, çырура ăшă-ăшă сăмахсене вулама хатĕрленнĕскер, капла хыпара илтнипе тăн-танах пулса кайрĕ. Ĕнтĕ вăл шаркку çинчен те паçăрах маннă, çăварĕ патне пĕр икĕ-виçĕ хутчен хутлама ĕлкĕрнĕ кашăкĕ те, урăх çĕкленме шанчăкне çухатнăн, тирĕк ăшне тӳннĕ. Хăй вăл, Андрей Васильевич, таçта, темле çук çĕре тĕллесе пăхнă та, кунта, пӳртре мар çын пек, те лĕштĕр ĕшенчĕке, те хĕв шухăшне путнă. Сылтăм чăмăрне янаххи айне тĕкĕнтернĕ те — йăшăл та хускалмасть.
...Троллейбус чарăнмалли çĕре чăшăл-л пырса чарăнчĕ те — халăх урамалла кĕпĕрленсе тухма тытăнчĕ: маршрут вĕçĕ иккен — кунтан çĕнĕ çавра пикенет. Андрей та Христинăпа ермешсе тухрĕ. Каплишĕн Христина ни тарăхс, ни çăвар уçса мĕн те пулин каламаллине пĕлмест. Ара, мĕн-çке-ха, мур пĕлсе пĕтерет-и хĕр чĕрине. Паçăр та, кинора çумлăн ларнă чухне, халĕ те, килелле май шапăлтатса пынă чухне, тем пулчĕ-çке Христина-Хреççие — чĕлхипе вăл çак йĕкĕте хăвалать, хăвалать хăй патĕнчен, чунĕпе вара: «Чим, тăхта, ан кай, ан кай, ăсат», — тет. Ячĕшĕн вара, сапăрланса, çапла чăркăшланать:
— Ну, Андрей, асту, Шупашкар урамĕсенчех çĕтсе ан кай. Пырăн-пырăн та, ак, халап хӳпĕлтеттерсе, сиссе те ĕлкĕреймĕн, милици аллине кап çеç кĕрсе ӳкĕн. Ытла та шухă эсĕ, йĕкĕт... — Христинăна хулĕнчен паçăрхинчен те хытăрах — çатăрт çатăрласа тытрĕ Андрей:
— Чим-ха, эсĕ вара милици-и? Хĕрарăм милици-и? Ара, ку питех те шеп-çке. Никамран та ни хăрамалла, ни шикленмелле мар. Эпĕ — преступлени тăваканни, эсĕ — мана яп ярса тытаканни. Пурте саккунлă, пурте хăй йĕркипе. Апла милици-ха эсĕ, сыхлах хуралĕ? Ах, аван та-çке... Çавăтса кай, эппин, мана «милици уйрăмне» — хăвăн хваттерне...
— Ай, чăн та, ним сăпай-тирпейсĕр этем иккен эсĕ, Андрей. Палкан-палкан татти-сипписĕр. Ак, сăмах çинех, тытатăп та милици уйрăмне леçсе хăваратăп. Çапла, çапла, теп, тапăнчĕ теп, утăм тума та, сăмах чĕнме те памасть, теп. Хăпăтса юлăр çак çынна манран, теп. Пулăшăр, теп. Мĕн, итлемĕç тетĕн-и? Итлеççех... — çăмăл пушмакĕпе шăкăлт-шăкăлт тутарса утать Хреççи, калаçнăçемĕн йĕкĕте тăнлать.
— Тархасшăн! — шăл шурри кăтартса кулать каччă. — Саншăн-и? Саншăн пулсан-и, Хреççи! Милици уйрăмне кăна мар, тĕнче хĕрне те çитсе килме хатĕр эп. Ним шухăшласа тăмасăр. Паянах, халех, çак самантрах.
— Ну тăрлавсăр та иккен эсĕ, чăн та. Юрать эсĕ ман каччă мар, — çапла каларĕ те Христина, хăй сăмахĕнчен хăй вăтанса, лапах хĕрелсе кайрĕ. — Сухăр-тăк сухăр. Чисти сăпса.
— Христина, Хреççи, тăнла-ха, а вĕт эпĕ пачах урăх çын. Пĕртте эс шутланă пек сухăр та, сăпса та мар, — калаçури çăмăлчах сисĕме сĕвĕртес еннелле сулăнтарчĕ Андрей. — Кăларĕ тесе калăн: эпĕ пачах та урăх çын...
— Вăрттăнлăх мар-тăк, чăн та, мĕнле çын вара эсĕ, Андрей, э? — каччă çине йăпăрт пăхса илчĕ хĕр. — Хăшĕ-пĕри, сăнани, çапла калать: этем икĕ тĕплĕ витре пек, тет, пĕр тĕпĕ курăнать, тепĕр тĕпĕ — çук...
— Ача чухне мана анне, ӳссе çитерехпе ĕнтĕ, пĕрре кăна мар çапла калатчĕ: пичĕ çинчине мар, чĕри çинчине тĕсеме пĕл, тетчĕ, — шухăшлавлăн тавăрчĕ йĕкĕт. — Чĕре çинчине курма вара — ай-яй çăмăл мар-мĕн. Тепри ăна, шыраманни, ĕмĕр тăршшĕпе те чĕптĕм те курса киленеймест-мĕн. Апат çиет, ĕçе çӳрет, пĕлĕш-тăванĕсемпе хутшăнать — пĕр сăмахпа каласан — пурăнать, пурăнатăп, тет, эппин. Тĕрĕссипе вара вăл нимĕн чухлĕ те пурăнмасть. Курать вăл — çĕр пур, хĕвел пур, хăй пур, тата унчченрех пурăннисем ун палли ăсталаса хăварнă савăнăçĕ, ăна вара çитнĕ те! Ытти пирки ку этем пуçне пач ваттармасть. Ырри çумне, мекĕрлене-мекĕрлене, тата тепĕр ырри хушасси уншăн — суялăх, вăхăта харам ирттерӳ, тытса пăхма май çук тĕтрелĕх. Мĕн тума çакнашкал пурнăç, Христина, а?
— Ну, ку ĕнтĕ вăл пурнăç саккунĕ, ырăпа усал кĕрешĕвĕ, — йĕкĕте пӳлсе тенĕ майлах иккĕшин шухăшне те пĕр тăруках тĕвĕлесе хучĕ хĕр. — Ырăпа усал хушшинче кĕрешӳ пулмасан — пурнăç та аталанаймасть. Марксизм...
— Христина, эпĕ ун пирки те мар-ха. Нивушлĕ этем тени пĕр-пĕрне «çимесĕр», ура хурса такăнтармасăр, хăй суйласа илнĕ ĕçĕпе киленсе кăна пурăнма пултараймасть? Пăхăсăн: тĕнче мĕн тери хитре, унта пурин валли те хăтлă кăмăл, пархатарлă ăнтăлу пур. Эппин, ма типĕ чунлă эпир кас-кас, Христина?
— Ну, ку ĕнтĕ пурнăç çине кам мĕнле пăхнинчен те килет-тĕр. Пулать-çке-ха: чипер утам-утам тенĕ çĕртех шăнкăрт такăнса ӳкетĕн. Сисместĕн те — кăмăл та эрлĕк вара, утасса та вара — асăрханса утан. Шиклĕ, — йĕкĕт хулĕнчен пайтахрахах вĕçерĕннĕ хĕр хулĕ ăнсăртран ăна каллех тăнк перĕнчĕ те хĕр тăр-тăр çӳçенсе. — ...Мĕншĕн-и? Мĕншĕн тесен — ĕнтĕ пĕрре такăнса курнă, тепре такăнасси килмест...
— Енчен те ку вăл пурнăç çавринех кĕрсе кайма — калаçу тавлашу еккинех асилтерме тытăнчĕ. Андрейшăн çакă — сăмах сыпăнтармаллипе пĕрлех хĕр кăмăл-сипетне ăнкармалли сыпкăм сывлăш та.
— Мĕн тăвас тен, пур чухне те шухăшланă пеккĕнкăна чиперленсе пымасть çав. Кам пĕлет, тем кĕтет пиреыран... — Христина, ахăр, хăй хевтипе хĕвĕшет. Çавăнпайĕкĕтпе сăмахлас йӳтĕмĕ те унăн сикчĕмлĕ, сулăнкăллă. — Енчен те вĕçем-вĕçем тенĕ кайăкăн та çунатти ĕнĕк пулсан?..
— Начар кайăк вара вăл, çунатти ĕнĕкшĕнех малалла вĕçме кăмăлне пăрахăçланă-тăк, — Христинăн ăшри ăшăнтармăшне уянă пекех сисĕнчĕклĕн хуравларĕ Андрей. — Вĕçмелле — акă мĕн тумалла! Çунат вĕçевре çеç лĕрекленет, теççĕ. Çунатăм, — ĕнĕк, кăмăлăм — эрлĕк, тесе ларсăн — мĕн пурăнни? Чĕрĕлле тамăк вĕт ку! Читлĕх! Ху валли лартнă серепе! Çунатăм ĕнин пин хут ĕнтĕр те — вĕçме пăрахмастăпах!..
— Ай, ытла та кăлăшка сăмахсем-çке кусем, Андрей, — хăй сисмесĕрех йĕкĕте каллех ятранах чĕнчĕ хĕр. — Ху паçăр киноран тухcанах калашле, чисти идилли, юмах...
Шухăшне аталантарса татах та тем калас кăмăлĕ пурччĕ пулмалла та Хриcтинăн, вара, калас тенине каласа пĕтереймесĕрех чăлхантарнăн, палланă-палламан çынлах хăй ытлашширех те калаçса кайнăшăн пăшăрханнăн, сăмаххине хăвăрт кăна çапла тĕвĕлесе хучĕ:
— Пыратпăр çав хамăр та ăсла персе. Пур япала та хамăртан килес пек... Ну, эпĕ, ак, çитрĕм те...
Калаçу çилпи шăп та лăп кăсăк вырăнта шартах татăлнăн, пĕр çӳллĕ çурт кĕтессинче тăпах чарăнса тăчĕ Андрей:
— Христина-Хреççи, атя тата тепĕртак утса çӳрер, э?..
Хĕр хваттерне кĕрсе тарасшăн хыпăнать:
— Çук, çук, ан та ӳкĕтле. Асатса хăварнăшăн та тавтапуç... Тапре куриччен, Андрей...
— Тепре курасса тепре куриччен те-ха, тыттармастăн-ши эсĕ, Хреççи? Пурăнасса кунтах пурăнатăн-и вара эс? Хăш хваттерте, чăнах пулсан? — çурма шӳтлесе те çурма чăнласа тилмĕрет Андрей, Христинăна куçран тинкернĕ май. — Пĕлмеллех манăн эсĕ ăçта пурăннине, Хреççи, пĕлмеллех? Илтетĕн-и — пĕлмеллех?..
Христина йĕкĕте хăй патне тем тери илсе кĕрес темесессĕн те калаçу арăш-пирĕшĕ, ав, çав еккилех майлашăнса пырать.
— Ну, тăрлавсăр та иккен эсĕ, Андрей, — тет те Христина, хăй тăр-пĕччен пурăнакан хваттер алăкне пĕр шикленсе те, пĕр кĕтсе, шăнкăлт утать.
...Ентĕ кофе те вĕретсе ĕçрĕç, телевизор та пăха-пăха йăлăхрĕç темелле хĕрпе каччă — Андрейăн вара ку килтен пĕртте хăпăл-хапăл тухса утасси килмест. Йĕкĕт ытлашши хăпартлансах мар пулин те, леш хултăрчах хултăртаттарать-ха. Хултăрчи ун — ярт ăшри ăшăнчăкне пытармалли витĕнкĕç; чунра мĕн пуррине тӳрремĕнех калама хăю çитсех çитереймен çăмăлчах çаврăм, каппайлану. Анчах хултăрчи те унăн халь паçăрхи евĕр ян-ян мар ĕнтĕ, хăлтăрт-хăлтăрт та илĕртӳллĕ, шухăша путасла май. Тата хăйне хăй тĕртсе илеслерех те:
— Вăт, акă ĕнтĕ эпир арăмĕпе упăшки пекех: шăкăл-шăкăл та саклаç...
— Миçе хĕр пуçне пăтратман пулĕ ĕнтĕ эсĕ çапла, Андрей, — пĕрехмай каччăсене кăна мар, хĕрсене хăюллă пулса пăхсан та юравлă тенĕшкел, йĕкĕте куçĕнчен чăрр пăхрĕ Христина, унтан, куçне сасартăках аяккалла тартса, ӳпкевлĕн çапла хушса хучĕ: — Эх эсир те çав, йĕкĕтсем, çилхăвансем. Хăвăр тата кас-кас... хĕрсене те сивлеме пăхатăр...
— Эпĕ-и? — диван çинче кил хуçиле юнашар лараканскер, хĕре сулахай хулĕнчен çепĕççĕн çулăрларĕ Андрей, хăй ун çумнерех сикрĕ. — Ĕмĕрне те. Сивлеме тет-ха. Эпĕ кунта сăмаха еплерех шутармалла-ши, тесе тинкене минрететĕп-ха.
Хĕр ӳтĕнчен йĕкĕте шалтăр вĕри çапрĕ курăнать: Андрей — хăюллă, Андрей — чăрсăр:
— Хăçантанпа кĕтсе эпĕ çак куна, Хреççи? Билет туянма утнă чухне те: ну, тетĕп, кино курма карчăк-кинемейсемпе инке-арăмсем çеç пырса тулас пулсан — пĕтрĕ пуç, тетĕп. Юрать, телейĕм хампа пĕрлех иккен манăн — эсĕ пырах тăтăн фойене. Алăкран хĕвел йăлтăртатса кĕнĕн туйăнса кайрĕ мана çав самант. Шалта, ăшра, тем пĕçертсе-пĕçертсе килчĕ, туйăм-сисĕм, кăмăл-туртăм уявлăн чуччу ярăнчĕ. Ку иккен вăл, Хреççи — Ю-ра-ту!
— Ю-ра-ту! — тăстарса ячĕ хĕр те кăшт кулараххăн. — Кинотеатрсен пур фойисенче те ӳкĕнсе-тăкăнса çӳрет пулĕ ĕнтĕ вăл, юрату тени? Кĕр те, эппин, унта — çуйла чуну тăраниччен хăвна кирлине: меллĕ, наччас... Çапла мар-и, ара?
— Хреççи, ĕнен! Эпĕ института вĕренме кĕнĕренпех çак куна тĕсесе. Май кунĕ валли «Родина» кинотеатра икĕ билет туянатăп та фойене кино курма пырса кĕрекен хĕре кинона чĕнетĕп тесе картса хунă эпĕ, Шупашкара вĕренме килнĕ чухнех, пилĕк çул каяллах. Çав хĕр вара манăн мăшăрăм пулать, тенĕ. Уяв кунĕ кам кинона çӳрет? Искусствăна чи юратакан çын. Чунĕпе чи-чи хитре этем. Шăп та çавăнпа кинотеатр умне пĕр ытам чечек çыххипе пытăм та ĕнтĕ эпĕ. Енчен килĕшӳлли тупăнмасан, Атăла кайса пăрахатăп та çав чечек çыххине ĕмĕр хусах пурнăçпа пурăнса ирттеретĕп пурнăçăма, тесеттĕм. Вăт, çапла, Хреççи-Хреççиçĕм, — терĕ те Андрей хĕре пиçсе çитнĕ çĕр çырли пек мăкăрăлса тăракан тутинчен сисмен хутран чăп! чуптуса илчĕ. Хĕр кăрт туртăнчĕ, чавсипе йĕкĕте кăкăрĕнчен кăлт! тĕкрĕ те, лешĕ сĕмсĕрленнине кура, Андрее питĕнчен чант! çутăлтарса ячĕ. йĕкĕт, лĕштĕрех пулса кайса, диван хыçне ĕшенчĕклĕн сĕвенчĕ, мĕн пулса иртнипе тăруках пуçа вырнаçтараймасăр, куçĕпе Христина еннелле пĕр самант тĕлли-паллисĕр пăхрĕ, алă тупанĕпе пĕçерекен питне сăтăркаларĕ. Хĕр хирĕçе, çемçе пукан çине, куçса ларчĕ...
...Ан тив, арăш-пирĕш пуплешсе те, çупкă çисе те курнă пултăр, эппин, Андрей, анчах та Христинăпа иккĕшин хушшинче вĕсен урăххи те — чи-чи илĕртӳлли те, чи-чи чеченни те ялт! ялкăшса курнăччĕ вĕт-ха. Чи-чи чеченни те, чи-чи кĕтменни! Юрату телейĕ çапла ялт!ялкăшса илнĕччĕ те яш чĕресене йăлтăр çутатса янăччĕ.Мĕнешкел тӳлек те ырă каç, сăпай та тăвăнчăксăр каçче çавăн чухне. Утас, çумра савăк тусунтан самант та хăпас килмелле мар шанчăклă та мал ĕмĕтлĕ каçчĕ. Юратуллă каçчĕ...
...Çăмăл кĕсменсене пĕр тикĕссĕн шыва иле-иле пăрахнă евĕр шăкăлт-шăкăлт илтĕнсе пырать каçхи шăплăхра çӳллĕ кĕлеллĕ пушмак сасси: Андрей Хриснитăна килелле май ăсатать. Юнашарах — вăрман, тĕксĕм, ютшăнчăк вăрман. Анчах та каччăпа хĕршĕн кĕçĕрхи вăрман тĕксĕм те, ютшăнчăк та мар, чĕрисенчи хĕп-хĕпĕртикле, янкăр, хĕвеллĕ.
Кĕçĕр сывпуллашу каçĕ пулса иртрĕ, педагогика институтне пĕтерсе тухнисен, алла диплом илсе вĕрентекен пулса тăнисен уйрăлу каçĕ. Тус-тантăшĕпе паллаштармалла тенĕ пек, ну ĕнтĕ яш-кĕрĕм пурнăçĕнчи çавнашкал пысăк уяв савăнăçне пĕрле пайламалла тенĕ пек те, каччă хĕре ăсату балне чĕнчĕ. Ах, шутсăр хаваслă та киленĕçлĕ чăмăртанчĕ-çке ку каç? Институт столовăйĕн банкет залĕнче типĕ эрех сыпнă майăн хитререн те хитре тостсем, чипертен те чипер ăнăçу суннисем татти-сыпписĕр янăрарĕç. Сăмахпа мĕн пиеленсе çитейменни музыкăра ыррăн-ыррăн тĕвĕленчĕ: çутă шанчăка, ку таранччен çунатланнине тата çунатланассине те вирлĕн те сассăр вăркаттарса, чĕре анинче темскер тек тĕлкĕшрĕ те тĕлкĕшрĕ. Чаплăн та пахан, танлăнта ăнăçлăн варкăшрĕ. Вальс хыççăн вальс шăранчĕ. Вальс кĕвви-çемми май кулă-кăмăл ирĕлчĕ, чĕресем кăлт-кăлт сикрĕç...
— Çут тĕнчери чăмăртаннă пур япăла пурте таçтаамака иртсе çĕтет çав. Çут тĕнчере çук япалан çеç хуйăхĕ çук. Ак ăсату каçĕ те яланлăхах йăмса пăчланчĕ, — Андрей çине пăха-пăха утнă май шухăшлăн калаçрĕ Христина. — Ачалăх та, çамрăклăх та, пирвайхи савăнăç-хĕпĕртӳ те, терт-хуйхă та, кулянăç та — пурте, пурте вăхăт авăрне чăмса çухалать. Çав авăрăн пуçламăшĕ те, вĕçĕ-хĕрри те курăнмасть. Тĕпсĕр карланкă пек, хăй чĕрçи çинче мĕн пуррине вăл пĕр хĕрхенӳсĕр çăтать те çăтать. Ниме те, ниме те хĕрхенмест. Ах, ытла та шеллевсĕр-çке çав вăхăт авăрĕ тени, çакă хитре те пăхса тăранмалла мар çутă тĕнче. Чипер те хăрушă. Хăрушă та чипер...
Уйрăлу каçĕн çиçкĕнчĕклĕ тĕтĕм-сĕрĕмĕпе супăшса пыраканскер, Андрей Христина пăлханма тытăннине вырăна картмасăр, ун сăмахне шӳте-мĕне çеç пăртарса яма тăчĕ.
— Тупнă шухăшласа пуçа ватмалли. Диалектика вĕт вăл. Пурнăç юхăмĕ. Атя, луччĕ пĕр-пĕр хитре юрă ĕнĕрер? — терĕ те каччă, чăн та пĕр-пĕр кĕвве ӳкересле, пыр тĕпне чӳхекелесе пăхрĕ.
— Ывăнса çитнĕ пулмалла эсĕ, Христина. Канмалла санăн пĕрре ăшра-пуçра мĕн пуррине йăлт манса. Атя, ыранах, акă, палатка илетпĕр те тапатпăр йăлăмря аякри-аякри кӳлĕ хĕррине, чăтлăха, никам çук çĕре. Пĕрех хут, ĕçӳ те сан... манран-тăк, пус-кас, çур кун та пиçеес çук пуль вĕсене пăхаясси. Ытла та шăпăрлансем те вĕсем, сан ачу-пăчу. Чисти вут-кăвар, — сукмака пӳлеслех усăнса аннă шĕшкĕ тураттинчен хăрах çулçине татса илчĕ йĕкĕт. — Акă, тин кăна çак çулçă лĕм çил вĕрнипех рат вĕçĕнче шĕпĕлт те шĕпĕлт шуйханса вĕлтĕртетет, тĕнчене чĕрĕ илем кӳретчĕ. Татах та пурăнмаллачĕ-ха ун, çын алли пыма хăяймасан, иртен-çӳрене савăнăç пиллĕсе, ир те каç та утьăкка сикмеллеччĕ. Ахăртнех, калама çук пысăк савăнăçпа киленнĕ ĕнтĕ çак çулçă, хĕвел тухнине те, хĕвел аннине те, çумăра та, ăшша та каçса кайса юратнă, шĕшкĕ туратти çинче кун курма пӳрнишĕн ытлăн та çитлĕн хĕпĕртенĕ. Кур-ха эс ăна, мĕнешкел парка та сывлăхлă вăл, хевтеллĕ те мал ĕмĕтлĕ. Кĕр сиввине, ытти инкек-синкеке те кĕтмен, ăнкарсах та çитереймен хăват!.. Хамăр пурнăç та мана çавнашкалах туйăнса тăрать, Хреççи. Эпир — ăспа та чунпа та капашса çитмелле мар лаштра та тем çӳллĕш йывăçăн, вилĕмсĕр йывăçăн, чĕвĕл-чĕвĕл çулçисем. Кун килет, кун каять: çĕр çаврăнать, çын çӳралать, çын вилет — пурнăç çав-çавах малалла тăсăлать. Ку çаврăнун пуçламăшĕ те, вĕçĕ-хĕрри те курăнмасть. Тĕнче пекех аслă та ăслă вăл, ĕмĕт пекех чаплă та мухтавлă. Диалектика ку, пур япалан та пуçламăшĕ те тытăмĕ, чăн-чăн пĕлтерĕшĕ. Анчах та чи хăрушши кунта, ман шутпа, урăххи. Çĕр чăмăрĕ çинче пире хирĕçле хăрушă тĕнче пурри, мул тĕнчй пурри. Ун аллинче, ав, этемлĕх пурнăçне тĕп тумалли вилĕм хĕçпăшалĕ — атом, водород бомби, нейтрон...
Андрей, хĕв шухăша кайса, калассине татах та хивререх пĕтĕрессĕн, самантлăха шăпланчĕ те, кĕреш юман çумне сĕвенсе, çулçă витĕр мĕл-мĕл курăнакан çăлтăрла тӳпене пĕр авăк пуçне каçăртса пăхса тăчĕ. Христина та, ку калаçăва хăй пуçарнăскер, çавăнпа ун еккине çине тăрса тимлекенскер, пуçне лăс çĕклерĕ те чарăнсах каçхи тӳпене тăнлама тытăнчĕ.
— Ырлăх! Мĕн тери тăнăç та тарават тӳпе! Пăхса тăранайми инçет! Шăплăх та лăпкăлăх! Вĕçсĕрлĕх! — каçхи мăнкăмăллă тӳпе хавхалантарнипе калас темен çĕртенех каласа ячĕ, ахăр, ку сăмахсене хĕр, каласа ячĕ те каллех ăшри пăлханăнепе çутçанталăк хушшинчи ĕнерĕнме ĕлкĕрнĕ ĕлккен те çивчĕ хĕлĕх сассине чылайччен тăнларĕ. Унтан, хăй ĕмĕтленнине, чунĕпе кĕтнине, ăсĕнче пухăнса çитнине юнашар тăраканран та илтес килнипе йăлăнса, çапла каласа хучĕ:
— Андрей, Андрюша, нивушлĕ пирĕн ĕмĕр те вăрçăсăр иртмĕ, а?
Йĕкĕт те, мĕльюн-мĕльюн çăлтăрпа чиперленнĕ тĕпсĕр анлăша тăранайми тинкерекен йĕкĕт, кĕреш юман çумĕнче çав йӳтĕмпех хавхаланать пулмалла:
— Иртетех! Иртет кăна та мар, этем пуçĕ тăррине урăх нихăçан та, нихăçан та вăрçă синкерĕ йăтăнса анмĕ. Сирĕлмеллех вăрçа харушлăхĕ, çĕр-ăннемĕр пичĕ çинчен ĕмĕрлĕхех сирĕлмелле. Анчах та ку халлĕхе инçет ĕмĕт пекех, — Андрей сылтăм аллипе хĕре хăй çумнелле хуллен-хуллен сулăнтарчĕ те хулпуççийĕнчен ăшшăн-ăшшăн çупăрларĕ. — Хреççи, ав, çав çутă-çутă çăлтăра куратăн-и, кунталлах-кунталлах ялкăшса çунаканнине, куçне чарса пăхаканнине?
— Куратăп, — терĕ хĕр те, сисĕни-сисĕнми пăшăлтатса, каччă ытамне тĕршĕнерех парса. Пит аван куратăп. Вара мĕскер?..
— Шурăмпуç çăлтăрĕ, теççĕ çавна. Çĕнĕ кун пуçланасса систерекен чи-чи янкăр тĕлĕнтермĕш. Этемлĕхĕн ку чухнехи тăнăç пурнăçне те çав çăлтăрпа танлаштарас килет манăн. Çăлтăрăн çути, ав, юнашарах, хăй вара — аякра-аякра...
— Каçĕ, каçĕ епле кĕçĕр... Ытармалла мар чечен те лăпкă-лăпкă. Калăн çав: этемлĕх хушшинче нимĕнле вăрçă та, хирĕçтăру та çук, — Христина Андрей хӳттинех тĕршĕнчĕ. Хăй чĕрипе йĕкĕт чĕри танлăн тапни те уççăнах илтĕнет ĕнтĕ хĕре. — Нивушлĕ мул хуçисен те пурăнас килмĕ çакнашкал курăклă-çеремлĕ, шывлă-вăрманлă, кайăк сассиллĕ чаплăран чаплă çăтмахра? Вĕсем те ача-пăчасăр, йăх-тăсăмсăр çынсем мар вĕт-ха, Андрей?
— Ахăртнех, ку çапла пулмалла та. Çĕр чăмăрĕ мăн мечĕк евĕр çап-çаврака пулин те, ăна ниепле те икке пайлама май çук. Пайлас тесен те — усăсăр айкашу. Арканса каять вăл, чăл-пар арканса каять. Кайран, арканса кайсан, ванчăкĕсене тем чул вырăнне вырнаçтарса тухас тесен те — ним те пиçеймĕ ку хăтлануран. Пĕтĕмпех вилĕ, пушанса, çынсемсĕр тăрса юлĕ планета. Ун чухне ĕнтĕ, тĕрĕссипе, çĕр чăмăрĕн ванчăкĕсене тепĕр хут çыпăçтарса пăхас теекен те тупăнмĕ. Тĕнче уçлăхĕнче çеç этемлĕх ăссăрлăхĕ пирки аса илтерсе, систерсе, асăрхаттарса, ахрăм ахăрса çӳрĕ. Хаяр та шелсĕр ахрăм. Тĕнче уçлăхĕнче этемлех юп курса пурăнма пĕлменнин вăрăм та юлашки сасси, — çӳл тӳпене пăхса хаш-ш сывла-сывла ярать Андрей. — Шанатăп, тĕнче ăслă та çутă тăнсемсĕр мар. Хĕпĕртер: ав, епле савса пăхать пире Шурăмпуç çăлтăрĕ, ырă та телей сунакан йăлтăр çăлтăр...
Христина йĕкĕтĕн калаçнă май пухăннă вăрттăн кăмăлне чухласа илчĕ пулмалла — ун ытамĕнчен сикерех тăчĕ.
— Андрей, ыйтнăшăнах ан ӳпкелеш те — савса курнă-и эсĕ кама та пулин? — йĕкĕте куçĕнчен пăхрĕ хĕр.
— Савса-и? — пĕлĕт çинче ларакан сасартăках çĕрелле лаплатса аннăн, тăрук шанк хытса тăчĕ каччă. — Савса тетни? Ара... ак, сана куртăм та...
— Унччен?
— Унччен тетни? — путлине нимех те çавăрса калаймарĕ йĕкĕт. — Ма? Пулмасăр, пулнăччĕ, ара, тахçан-авал пĕр «юрату» пекки...
— Вара, вара?
— Мĕн «вара, вара» унта. Ешĕл пулнă — айван пулнă. Уççи-хуппине чухлайман. Шут тытнă та — юратса пăрахнă. Учительницăна. Хамăра вырăс чĕлхипе вĕрентекенскерне. Ара, ун чухне, саккăрмĕш класра вĕреннĕ чухне, пурте юратулла выляттăмăр та, — хистесех ыйтнăскере каласа парам терĕ курăнать Андрей. — Анчах та юратăвĕ вăрттăннискерччĕ çав ман. Ни пĕрле вĕренекенсем, ни учительници хăй тавçăраймастчĕç ун çинчен. Çӳреттĕм вара ăшăмра Алла Павловнăна асамлатса (учительницине çапла чĕнетчĕç).
— Учительница? — йĕкĕт капла каланипе — те çырлахса, те çырлахмасăрах — тĕлĕнем пек турĕ хĕр.
— Хайхискерне çапла пĕр çур çула яхăн килĕштерсе («юратса») пурăнтăм-пурăнтăм та хĕллехи пĕр çил-тăманлă каç вара (тĕрĕсрех, Çĕнĕ çул ячĕпе ирттерекен бал-маскарад каçĕ) хамăн ку таранчченхи туйăм-сисĕме пачах пăрахăçларăм, — тахçанхи сӳя кăвайт ăшшипе хĕлхемленчĕ Андрей сăмахĕ. — Ара, хĕл кунĕнчех аçа çапасшĕ мар-и! Тух та эпĕ çавăн чухне картишне уçăлмалла-мĕнле, вут шаршанĕ хушшинче курах кай чун çӳçентармĕше: хайхи ман юрату — Алла Павловна — салтакран курма килнĕ пĕр йĕкĕтпе чуптăвашса тăра парать. Эп, Алла Павловна капла хăтланнипе калама çук тарăхса кайнăскер, тыт та вутă шаршанне пĕррех урапа тăрăслаттар! Эх, пуçланчĕ те вара кунта элес-мелес. Вутă шаршанĕ кĕр те кĕр ишĕлет. Лешсем, сĕмсĕр йĕкĕтпе ман юрату Алла Павловна, саламатпа сасартăк çунтарса илнĕн, хăшĕ ăçталла — чăл та пар тапа-тапа сикрĕç. Хам та, хам тунă пăтăрмахран тарса ӳкес тесе — урамалла тухса вĕçтертĕм. Эх, илтерсе пыратăп та вĕт килелле май. Тĕк пек, ура çĕре перĕнин хăть! Юрать, леш каччи хăвалани-туни пулмарĕ. Атту, хăваласа çитес-тăккин, ман тĕле пиçетчĕ-ха пĕр-пĕр ĕнсе кукли. Вăт, Хреççи, çапла шар куртăм эпĕ яш ĕмĕрте вăрттăн юратса... Мĕн, кусем, хайхи леш йĕкĕтпе Алла Павловна, тепĕр çулталăкран, салтакĕ çартан таврăннă хыççăн, туй тусах пĕрлешрĕç. Туйне вара питĕ шеп туса ирттерчĕç. Унчченхи юрату мур çине тесе, хам тă кайса куртăм вĕсен туйне, хамăр класра вĕренекен ачасен ячĕпе, çамрăк мăшăра ырă сунса, хĕрачасемпе пĕрле чечек çыххи те пырса тыттартăм. Иçмасса, ташшине те аванах сӳтсе патăм... Пурăнаççĕ халь шăкăл-шăкăл та тату. Ачи-пăчи те — тăваттă теççĕ-и вĕсенне... Вăт, çапла çавраçил, — хăйĕнчен хăй куларах йăлмакласа сӳтсе хучĕ вĕçлемĕш сăмахĕсене Андрей.
— Çав çеç-и? — йĕкĕт калавне тăнланă май кулса илеймесĕр чăтаймарĕ хĕр те. — Ну, камитçĕ те иккен эсĕ, Андрей, пĕлмен. Чăн-чăн култармăш, мыскараçă!
— Мыскараçă-и, мыскараçă мар-и — ара, ху ыйтрăн та — сӳпĕлтетрĕм ĕнтĕ пулчĕ-пулмарĕ, — йĕкĕт йывăç çумĕнчен хăпрĕ те малалла утма тăчă. — Ара, ху пирки вимĕн те шарламастăн-çке эсĕ, Хреççи? Манран — тĕп-чен, тĕпчен...
— Апла сан калавунти евĕрлех пултăр-ха, — терĕ те Христина, каччă умне тăрса, ăна мăйĕнчен ыталарĕ, сывлăм сыпсан та ăшшине, техĕмне çухатманла нӳрĕ тутипе Андрей тутине чунлăнтасан çыпçăнчĕ, чылаиччен-чылайччен вара, йĕкĕтĕн те тути вĕçне килнĕ таса сипетне тăнласа, çапла халлĕн тăчĕ. Икĕ чуна пĕр туса, икĕ чĕре пĕр кĕвĕллĕн кăртлатрĕ...
Çук, пĕрле ирттернĕ кайранхи пайтах та пайтах кунсемпе каçсенче те иккĕшин хушшинче пӳксе çитернĕн туйăнакан телей йĕрри пĕрре те çĕвĕрен çатăртатма тытăннине астумасть Андрей. Чĕвĕл-чĕвĕл чĕкеçсем пек, ир те каç шăкăл-шăкăл та татуччĕ хĕрпе каччă. Апла-тăк мĕн амакĕ пырса хутлатма пултарнă-ха Христина-Хреççие? Тен, «Каччи те, никамĕ те çук ман... сана телей çеç сунатăп», тесе шăрçаласа янă пулин те çырăвĕнче — тен, урăххи, Андрейран та авантараххи минретнĕ ун пуçне? «Манмалла пирĕн пĕрне-пĕри, Андрей. Илтетĕн-и — манмалла. Пуçĕпех. Йăлтах. Тĕнчере иксĕмĕр пуррине пач пăрахăçласа», — тенĕ-ха тата иçмасса. «Манмалла. Пăрахăçласа». Чăн та, мĕн пулса иртет-ха Хреççипе?..
Андрей Васильевич таçта, темле çук çĕре тĕллесе пăхнă та кунта, пӳртре мар çынла, иртнĕ кунсен лĕш-тĕр ĕшенчĕкне путнă. Сылтăм чăмăрне янаххи айне тĕкĕнтернĕ те — йăшăл та хускалмасть.
Тулта, урам енче — кĕр-кĕр те шăй-шай илтĕнсе кайрĕ: уроксем пĕтнĕ иккен те, ачасем шкултан кĕшĕрленсе анаççĕ.
«Ак тата, каллех тепĕр кĕтмен инкек, — кантăк умĕпе кĕпĕрленсе иртекен хаваслă шава курнипе Августина патне çитсе килмеллине аса илчĕ учитель: «хĕр вăрланин» мыскари хыççăн ĕнтĕ виççĕмĕш кун шкула пырса курăнмасть хĕрача, вăтанать пулĕ ĕнтĕ, апăрша. Ара, шкул ачи пуçăнах апла-капла сас кăларма намăс-çке. Турчăка ывăлĕ те, Виталийĕ — тупнă кĕтмелли мар япала. Юратсанах ăна... — Мĕн тăвăн, анса хăпăрасах пулать ĕнтĕ Августина патне, йăпатса тухасах пулать ĕнтĕ кĕрсе. Мĕн тăвăн, ĕçĕ çавнашкал...»
Андрей Васильевич сĕтел хушшинчен пусăрăнчăклăн çĕкленчĕ те, сĕтел сармине сылтăм алă тупанĕпе кăть-кать тирпей кӳркелесе, шаркку тирĕкне кăмака анине кайса лартрĕ, ăна ывăспа хупларĕ, аллине çурĕ, галстук çакрĕ те, пиншакне уртса ярса, шухăшласа хунă çĕре тухса утрĕ. Христина çырăвне, сивĕнчĕк пулин те, хĕвне ăшăтасла, пиншакĕн шалти кĕсйине, кăкăрĕ тĕлне, хутлатса чикрĕ.
...Никонов Матвисен килкартишне пырса кĕнĕ чухне Августина чăхсене апат парса тăратчĕ. Пĕчĕк тирĕкпе тулă илсе тухнă иккен те вăл, ывăçла-ывăçла чăхсене хăналать. Лешсем, тутлă кучченеçе ухатаскерсем, парка пĕрчĕсене пуç çĕклеми кăт та кăт сăхаççĕ.
Августина, темле ăшхыппи шухăша путнăскер, картишне Андрей Васильевич пырса кĕнине тӳрех асăрхамарĕ. Учитель, темрен сисĕнкĕсĕр такăнса, килнине пĕлтермелĕх ӳсĕркслесе илсен тин, сасă еннелле пуçне вĕлт пăрчĕ те вăл, кĕтмен хăнана курсан, шарт сиксе, лап хĕрелсе кайрĕ. Сулахай аллинчи тирĕкĕ кăлт чалăшрĕ те тепĕр йĕкĕр ывăç юлнă çарă тулли çывăха пырса тăнă пуçтах чăх пуçĕ çине шапăр-р тăкăнчĕ. Чăххи, ун пуçтахне кил хуçи чиперкки тарăхнă тесе, пĕтĕм хăлхана çуй туса, ункăри чăх ушкăнне шăр-шар шуйхантарса, ăçталла куç курнă çавăнталла, пĕр чарăнми çĕр çĕмĕрсе ыткăнчĕ.
— Ман килес, — хĕр çывăхне лăпкăн пырса тăчĕ Андрей Васильевич. — Здравствуйте. Çӳреççĕ-и?
— Здравствуйте. Çӳретпĕр-ха, — терĕ Августина та çав йӳтĕмпех. Каларĕ те — каллех хĕрелсе кайрĕ. Малаллахи сăмаххи вара унăн сасартăк шарт тытни, çирĕппи, çапла пулчĕ. — Пĕлетĕп, эсир мана шкула пыма чĕнме килнĕ. Çук, Андрей Васильевич, пымастăп. Ан та ӳкĕтлĕр. Сивĕнтĕм...
— Ма тăруках вара? — тĕлĕннĕ пек пулчĕ учитель. — Эп курса сăмахлас тесе килсеттĕм-ха, Дина. Эсĕ пĕр кун, икĕ кун, виçĕ кун çук шкулта. Ыйтатăп та — чирлемен, сывах, теççĕ. Атя-ха, ларса калаçар пĕрех хут...
Андрей Васильевич Дина ăçталла ларма сĕнет-ши тенĕн, ăна пуç тӳпинчен пуçласа ура тупанĕ таранах йăпăрт пăхса илчĕ те, хĕр кĕçĕн алăк витĕр пахчаналла тухсан — ун хыççăн утрĕ.
Çерем пуснă утма çулпа нумаях та утмалла мар иккен — тарасаллă пусă. Мунча çывăхĕнчех, лаштра улмуççи айĕнче, тутар тӳпеттейки майлă хăмаран çапса тунă тăрăллă хӳтĕ. Унтах сĕтел пекки, сак. Сĕтелли çинче — кĕнеке. Ахăртнех, паçăр Дина кунта ларнă пулмалла та, халĕ, хӳтĕ айне çитнĕ-çитмен, кĕненине йăпăр-япăр сылтăм хулĕ хушшине чиксе хучĕ. Йĕри-тавра типĕ çулçă сапаланса выртать. Уçă. Янкăр.
— Кикак-кикак хуркайăк, малти кая ан тейĕр, — пахча тăнăçлăхне çакланса, çакнашкал сăвă серепине тăрăнчĕ Андрей Васильевич, Августинăпа юнашар тăрăхла сак çине пырса вырнаçнă май. — Таса. Çутă. Кунашкал чухне вĕçĕмех пĕр ырри пирки кăна ĕмĕтленес килет... Сан çулсенче эпĕ те ача пекехчĕ, Дина. Шанаттăм, пур ырра та ĕненеттĕм...
— Çук, ан та ӳкĕтлĕр. Каларăм вĕт эпĕ сире — шкула эпĕ урăх пырса та курăнмастăп, терĕм, — кун пирки пуплеме те кирлĕ маррине систерсе, хĕр Андрей Васильевичран хăпарах ларчĕ. — Атьăр, сăмахлар та мар ун çинчен.
— Ватăлтăм ап, Андрей Васильевич. Сасартăках ватăлса лартăм. Вунçиччĕре те мар пек туяп хама кас-кас. Пĕтĕмпех кичемлĕх, тунсăх. Хăть уй варрине тух та — хурах кăшкăр: акă вăл эпĕ, ухмаххи, тăрри шă-тăкки, тесе, — шухăшлă пуçланă çаврине шӳтпе мар, шухăшпах сăрса хучĕ Августина. — Мĕн унта, кама кирлĕ вăл, çын хуйхи? Пĕри те ăнланассăн туйăнмасть. Истори, тригонометри, алгебра. Синус, косинус, паралеллепипед. Ах, мĕнешкел хитре...
— Дина, аçупа аннӳ килтех-и? — хĕрĕ пирки ашшĕпе тата амăшĕпе калаçса пăхасшăн пулчĕ учитель.
— Мана пăскăртма-и? Пустуй хăтланатăр. Эп пурпĕрех хам сăмахран чакмастăп. Хулана пăрахса каятăп эп, стройкăна. Мĕн интересли пур ку шкулта: «Никонова, туска патне», «Никонова, пăхмасăр сăвă кала», «Никонова, задача шутласа пар». Эрнере ултă кун — Никонова та Никонова. Эп, мĕн, хам пуçпа пурăнайман çын-им? — чĕрре кĕреслех çатăртаса кайрĕ Августина. — Лерен вара, хуларан, ăш выртнă çын патне... çырусем шăрантарма тытăнăп. Кирлех-тĕк, стройкăрахтупса яратăп пĕр-пĕр каччă. Мĕн, сăнăм-питĕм катăк-им ман, кĕлеткем кукăр-им? Такам пăхса такам ăмсанмалласкер. Ак, кур...
Августина, ларнă çĕртен вăр-вар сиксе тăчĕ те Андрей Васильевич умĕнчех, парка урисене чĕркуççирен çӳлерех кăтартса, йĕке евĕр пăтăр-пăтăр çаврăнчĕ. Унтан, питне кĕнекепе хупласа, улмуççи çумне сĕвĕнчĕ те хыттăн-хыттăн ĕсĕклесе ячĕ.
Учитель, хĕр кăмăлĕнчен шалт тĕлĕнсе, нимле мар пулса кайрĕ.
— Мĕскер эс, Дина, лăплан, лăплан, пурте йĕркеллĕ пулать, — хĕре хулпуççийĕсенчен тытса хăй еннелле пăрчĕ Андрей Васильевич. — Тен, ăнланаймасăр, эп путлĕ сăмахах калаймарăм пуль. Çиллентерес тесе мар... Иртет вăл, иртет. Лăплан... Эс лайăх хĕрача вĕт-ха, Дина?..
Августина сивчир тытнă чухнехилле сиксе чĕтрекен кĕлеткипе Андрей Васильевич кĕлетки çумне çатăр пăчăртанчĕ те, пуçне каçăртса, куççуллĕ куçĕпе ăна тĕмсĕлсе тинкерчĕ:
— Андрей Ваеильевич... Андрей... чупту мана, — аран çеç илтĕнмелле хуллен пăшăлтатрĕ хĕрĕн мăкăнь çеçки пек сарăлса çитнĕ тути. — Юрататăп эпĕ сана, Андрей. Эсĕ — ăслă, ăслă, ăслă...
Андрей Васильевич, ĕç-пуç кĕтмен çĕртен çапла çаврăнса тухнипе чĕлхине çĕтернĕскер, хĕр ытамĕнче ни чĕрĕ, ни вилĕ тăрать. Вăт сана ме, лару-тăру! Хĕре тăн паратăп тесе кунта килнĕскер, ак халь хăй апăрша хуранне лекрĕ. Камит!
Хĕр пичĕпе Андрей Васильевич пичĕ çывăхнех пынă та куçне хупнă. Чăмăр тути, çӳлтен сымпыл тумлатасса кĕтнĕн, кăшт тăсăлнă, уçăлнă.
Чухлать учитель: енчен те вăл, хĕр кăмăлне сивлесе, ăна хăй çумĕнчен уйăрас пулсан — унран Августина яланлăхах писет. Паçăр мĕн каланине те йăлт тăвать. Пуç тавра калламалла шухăшласа тăмасть — тухать те тарать хулана; шкула, Андрей Васильевич куçĕ умне, урăх пырса та курăнмасть. Намăсланмасть. Хăйне хăй кĕçĕнлетмест. Хăйĕн тасаран та таса кăмăлĕнчен, тин çеç çеçке çуракан тĕлĕнтермĕшĕнчен кулакана, сума сумана шит те картмасть. Ох, мĕн тери кăткăс та чăтлăх тымарлă иккен эсĕ, этем чун-чĕри илемĕ!..
Халь тин тавçăрасса та тавçăрать ĕнтĕ Андрей Васильевич: Августина паçăр кутăнлашса ларни те, унăн шкула каймасла шат та пат кăмăлĕ те — йăлтах куçа-куç калама хăват çитереймен çиелти вăтанчăк витĕнкĕç кăна-мĕн. Майлă çил вĕрсенех — вăшт çеç сирсе ывăтмалли именчĕк витĕнкĕç. Ах, апăрша, сан чун-чĕрӳне иккен юрату тĕлкĕштерет. Халĕ вара сана, хĕве хупăнасран хăтăлнăскере, шкула çӳреме те, Андрей Васильевич куçне пырса курăнма та — намăс, намăс, намăс... Ах, мĕнле ăнлантарса пама пулĕ-ши Андрей Васильевичăн эсĕ ăна ăнланас та темен сана хирĕçле кăмăлне? Кала Августинăна чăннине — яланлăхах вара эсĕ уншăн тăшман, нĕрсĕр этем, пĕтнĕ çын вырăнне тăрса юлăн. Самант — ăнлану е тарăху...
Кĕтет Августина тути, кĕтет, кĕтет кăна та мар — çумăр ӳксе курман типçĕр çумăра ухмаха ересле кĕтнĕн — антăхса кĕтет...
— Эсĕ манăн, Андрей. Эпĕ сана никама та, никама та памастăп. Лещин патне, Шупашкарти патне, çыру çӳретме пăрах. Хĕреснанне каларĕ. Юратмасть вăл сана, сисеп эп, — хупă куç халлĕнех тутине вĕрин-вĕрин мăкăлтăттарать хĕр. — Эпĕ сана мĕн виличченех юратса пурăнăп, Андрей. Эсĕ — ăслă, ăслă, ăслă... тата хĕрĕн чĕрисене çунтаран...
Чĕвен тăчĕ те Августива пичĕпе Андрей Васильевич питне перĕнеслех çывхарчĕ. Хĕр чĕри, серепери салакайăкла, тĕпĕртеттерсе тапать. Çук, урăх чăтăм çиереймест хĕр, тепĕр самант тăхтаса пăхать те, учитель хăюлланаймасан, пуç çухатса, ăçталла май килнĕ — авăнталла тапса сикет. Ах, ытла та ăссăрла пулса тухĕ-çке капла — намăс, намăс, намăс... Хĕр пуçăн, пуçаххăн, ачапчалла... Ак, çырăвĕ те кĕнеке ăшĕнчехчĕ. Ун патне çырни, тыттарма именни, шанни, кĕтни...
Андрей Васильевич шутсăр асăрханса, халь-халь ванса-тĕпренсе каяс черченкĕ япалана сĕртĕннĕ евĕр хĕрĕн кĕтсе ĕшеннĕ тутине кăлт сĕртĕнчĕ те — хĕр тути, токпа ĕçертнĕн, тăр-тăр чĕтресе илчĕ, ывăçа çакланнă кайăк чĕппилле, самантлăха лăш пулса тăчĕ, унтан пыл илсе хĕпĕртенĕ пыл хурчĕлле, йĕкĕт тути çумĕнчен хăвăрт хăпрĕ. Августина Андрей Васильевич ытамĕнчен вĕçерĕнчĕ те, аллинчи кĕнекине ӳкерсе хăварса, çулçă сукмак тăрăх ним каялла çаврăнса пăхмасăр кĕçĕн алăк патнелле çил пек ыткăнчĕ. Самантран, кĕçĕн алăка шалтлаттарса хăварса, картишнелле кĕрсе те çухалчĕ...
Юрату çинчен евитлекен ятлă-сумлă произведенисенчи пек — кĕнеки ăшĕнче выртнă иккен çырăвĕ, ӳкерсе хăварнăран çĕрте выртакан çыру. Ахаль çыру пуль тесе, кĕнекине сĕтел çине тирпейлесе хурса хăварам тесе, çĕклерĕ те ăна учитель — ак сана, хăй ятне ăсталанăскерех иккен. Конвертсăр-мĕнсĕр, тетрадь хучĕ çине шăрçаласа çырнă çыру. Августина çырăвĕ.
Вуласа чăрманмарĕ ăна Андрей Васильевич, вуламасăрах тĕппипех ăнланчĕ — ку çыру вăл — хĕр чĕринче чĕрĕлнĕ чи пирвайхи çеçпĕл, таса чунăн чи малтанхи кĕрлевлĕ чанĕ.
Çырăва кĕнекепе хупласа хăварчĕ те Андрей Васильевич, тарăн та канăçсăр шухăша путса, Никоновсен пахчипе картишĕнчен хваттернелле йывăррăн та ĕшенчĕклĕн тухса утрĕ.
Пурăнан пурнăç ун тĕлне тупсăмне тупмалли тата тепĕр кăткăслăх кăларса тăратрĕ...
Хваттерĕнче Андрей Васильевича яланхиллех Елькка аппăш ăшпиллĕн кĕтсе илчĕ. Елькка аппăш пикенсех каçхи апат хатĕрлет иккен; хуран айне вут чĕртсе янă-мĕн те вăл, яшка шăрши кăларма, кăмака умĕнче ăна тытать, кăна тытать — вĕтеленет. Энтри кăмăлĕ чиперех маррине каччи алакран кĕнĕ-кĕменех уярĕ пулмалла та хĕрарăм кăвайта асăрханă хушăрах унпа та сăмах ăшши килтерчĕ.
— Куртăм-ха çыруне. Хамах илсе кĕрсеттĕм. Хаçат валеçекен чӳрече хуппи хушшине хĕстерсе хăварнă та. Хреççиренех, тĕп хуларанах пуль, терĕм. Ара, ху шутсăр кĕтеттĕн те унран хыпар-хăнар... Эсĕ-мĕн-ха, Энтри, ытлашши хуçăлсах ан ӳк. Хыпарĕ вăл ирпе каç тăршшинче апли те, капли те тупăнĕ. Тен, кайса та килес тейĕн-ха Шупашкарне-мĕнне. Куçа-куçăн курса калаçсан вăл — путех урăх шут. Капла, пĕр-пĕринчен аякра чух, тем те шухăшлаттарать у. Кай, кай, вĕренӳ тесе пăхса ан тăр. Шкулĕ вăл — тармасть. Курап эпĕ — хуйхăллă эс, — Андрей Васильевичăн çулăмсăр çунакан ăшĕ-чиккине епле те пулин пусарма хыпăнчĕ Елькка. — Ара, çавă ĕнтĕ вырнаçса çитмен вырăнта — путьти те пулать, шӳтьти те. Йĕркене кĕрсен те вăл, тепĕр чух, тирĕк-кашăк шакăртатса илмесĕр чăтаймасть. Çавăнпа тĕр-тĕр те кĕр-кĕр икĕ çын килтерĕшĕ... Ия, эс, Энтри, çапах та, арçын, манирлĕ хăтлан. Калаç курса. Тĕпче. Кукрашки-макрашкине ыйтса пĕл. Капла вара ырă пуçа ыратмасăрах ан ыраттарса тертлен. Кай та лере, хулине, йăлт ху куçупа пахала. Пирĕн у, хур курман хĕрарăмсен, мĕнле калас, тĕл-тĕл юнтарасси те пулкалать... И, ара, яшки те ман лăкăртатса типсе лармах тытăннă-çке... Атя, тăр, тăр, Энтри, чĕре сури туса пăхăпăр...
Андрей Васильевич яра кун ăнсăрт кулянăçпа хутăш йăтăнса аннă виçĕ тĕлĕнтермĕш танатине çакланнă та — хваттер урати урлă ярса пуснă-пусман тӳннĕ тӳшекĕ çинче хуйхăллăн хаш та хаш сывласа ярать кас-кас... Уншăн халь — пурте çĕнĕ, мал енлĕ, пуçватмăшлĕ...
5
Нина, Виталий хĕр илсе кĕнĕ тенĕ хыпара илтнĕ-илтенех (ку хыпара ăна ирхи сăвăма турттарма çӳрекен шофертан тăнласа юлнă Мукуç мучи пĕлтерчĕ), кунашкал мăшкăла кĕтмевскер, пуçĕнчен йывăр тукмакпа кӳнеттернĕ евĕр, асра çук çĕртенех пĕр тăрука лĕпсĕр-р пулса тăчĕ. Ку хыпар ыррине çеç, савнă этеммин сасартăк хытнă чĕри пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн çемçелессе çеç кĕтсе пурăнакан килпетлĕ хĕр чĕрине шатăрах хуçрĕ. Уншăн халь те яп-янкăрах мар пуçланнă кун пушшех те тĕксĕмленчĕ. Хăй пăшăрханса, хыпăнса ӳкнине палăртас мар тесе, вăл (ара Нина Виталие савнине кам пĕлмест — пурте пĕлеççĕ), хĕр тантăшĕсемте — ĕне сăвакансемпе — нимĕн те пулман пек, ĕç хушшинче кĕвелĕкленекен пур-çук калаçура лăпкăн та танлăн, тарават шăкăлтатрĕ. Мукуç мучи ытти кĕтӳçсемпе ĕне кĕтĕвĕ хыççăн картаран тухса суллансан тин, ирхи сăвăм хăшкăлăвĕнчен пушансан, çынсенчен аяккарах пăрăнчĕ те хĕр, вĕтлĕхе кĕрсе, тăраниччен эрленсе- хурланса макăрчĕ... «Ах, путсĕр-эсремет! Ма аçа çапса хутлатмасть-ши сана, пĕрех хут! Хĕр чĕрине чĕрĕллех çиекен чунилли! Вĕçкĕн, намăссăр, кĕççе пит!.. Ах, хамăрăнах ăссем кĕске-çке. Ма тĕртсе ямарăм-ши ăна çавăн чух иçмасса. Ах, мĕншĕн çын чунне уяма пĕлмен унашкал çын тĕлне тăрăнчĕ-ха юратăвăм! Тем тесен те, эпĕ саншăн япăх мăшăр пулнă пулăттăм-и, Виталий?..»
Чунĕ кӳтни иртнĕ пек пулсан, макăрнипе тăртанса йĕпеннĕ пит-куçне тутăр вĕçĕпе чиперлетрĕ те хĕр, вĕтлĕхрен тухса, ялалла анакан сукмак çине ӳкрĕ. Çитсе кĕрĕ те акă вăл яла, чупса пырĕ те савнă этемми патне — пырса уртăнĕ ăна мăйĕнчен, хыттăн-хыттăн чуптăвĕ. Хăй ирĕкĕпе пăхатăран йышлă куçран пытанмасăр, никамран та чĕптĕм вăтанмасăр юлашки хут хыттăн-хыттăн чуптăвĕ Виталие (ара, паян унăн çара ăсанмалли кунĕ-çке)... Çав самант хыççăн мĕн тумаллине вара Нина йăлт картса хунă. Çук, мăшкăллаттармĕ вăл чĕр пуçăнах, кунашкал мăшкăла тӳсес пур — çакнашкал хĕрӳ юратупа юратас та çук вăл Виталие, çулăм хыптарас-кĕллентерес те çук чăрсăр чĕрине. Енчен те нӳрни пӳрмерĕ-тĕк — ку унăн тавăру сăмахĕ вырăнне пулĕ. Çапла, тавăру сăмахĕ вырăнне. Чун патĕнчи чăн, тăварлă сăмахĕ...
Курăсан: шалт тĕлĕнмелле. Ак, çур çул каялла кăна-ха пĕтĕм тĕнче чĕвĕл чĕкеç вăййи пек савăк та хитреччĕ Нинăшăн, пăхса тăранмалла мар кăмăллăччĕ. Кăн-кăвак янкăр юрату тӳпи пĕр пĕлĕт таткисĕрччĕ. Пурăнас, çут тĕнче илемĕпе хĕпĕртенĕçемĕн хĕпĕртес, юратвă çыннуна юратнăçемĕн юратас килсе тăратчĕ. Чунра уçă та ирĕклĕччĕ. Паян, ак — тăпăлса тухас хытăлăх, сӳрĕк хевтепе, иртнĕ савăклăх çутипе пиеленнĕ хурлăх...
... Мукуç мучи, ферма тавралла витесене-мĕнсене пăхкаласа, ют сас-чĕв пуррипе çуккине тимлесе çаврăннă хыççăн (Мукуç мучи — ĕне фермин каçхи хуралĕ) пӳрте кĕчĕ те, хăйĕнчен саманта та вĕçертмен кукăр пуçлă самаях хулăн туйине алăк кутне сĕвентерсе хăварса, каланкка çумĕнчи тăрăхла сак çине пырса ларчĕ, шăлаварĕн шалпар кĕсйинчен тутăр татăкĕпе чĕркенĕ чĕлĕмне васкамасăр кăларчĕ те, енчĕкĕнчен махоркипе чăпăкне пӳрнипе пуса-пуса тултарса (енчĕкне мучи шăлаварĕн тепĕр кĕсйине чиксе çӳрет), çăра та йӳçĕ тĕтĕме сипетлĕн паклаттарма тытăнчĕ.
— Çуркунне-е... Шĕшлĕ... Курăк чашласа хăпарать. Çăлтăрсем тӳпене тапса тухнă. Лапкишпе. Шăрçа пек, шăкăрин. Янкăр! — тĕтĕмне тĕтĕрсе хăй тĕллĕн сăмахларĕ старик. — Тепĕр эрнерен, эрне ытларахран-и унта — Ваттал хĕрне — çарана, шĕшлĕ... Нинук, ма нимĕн чĕчĕнместĕн-çак эс? Пĕрехмай ĕç те ĕç сан. Пĕртте пушă лармастăн. Тутри те, ав, тутри — ал тутри епле хӳхĕм, шĕшлĕ...
Каллех ĕххĕм-кĕххĕмлетсе илчĕ Мукуç мучи:
— Кам тĕлне пулĕ ĕнтĕ ку хӳхĕм ал тутри, э, шĕшлĕ?.. Ырă çын тĕлне пултăрах. Халь каччисем те кил тĕлне маннă вĕшле йытăлла — ферма тавралла лăпăс-лăпăс та сăпайсăр. Кăмăллă хĕр эсĕ, Нинук. Шутсăр çын кăмăлне тупма пĕлекен хĕр. Ваттисемпе те, манашкал йӳтенĕскерсемпе, килĕшӳллĕ, хăв тантăшусемпе те кĕр-кĕр мар. Хамăнах кин тумалла та сана — мăнукăмсем çук, шĕшлĕ, — сăмаха тараватскер, шăкăл та шăкăл калаçрĕ ват çын.
Уçă кантăкран тулалла туртăнакан кăвак тĕтĕме пĕр кана сăнакаласа лăрнă хыççăн шăпланнă мучи сăмаххине çапла йӳнеçтерчĕ:
— Пӳрте кĕрес те килмест, шĕшлĕ... Еххĕм-ĕххĕм. Кĕххĕм... Чун мар-и, шултăрканă шăмшак пулсан та — урамаллах туртать. Нинук, пыр эс, яш-кĕрĕм хушшинелле. Клуба. Пĕтĕм çамрăк халь унта-тăр. Хитре чух выляса-савăнса юлмасан — кайран кармашса пăхсан та çавăраймăн, ак, вылямалли-кулмалли вăхăта, шĕшлĕ. Кунта темиçе сехет тăршшинче темех пулас çук. Пыр, ыр, вĕçтер. «Ракетине», пăрулас ĕнине — хамах тухкаласа пăхăп. Вăт, катăршнăй ĕни, вăхăтра мар чупса юлнă та — кĕт те кĕт ăна халь пушанасса. Аптрашки, шĕшлĕ...
Нина — ферма пӳртне сых ятне юлнă çын, дĕжурнăй. Ĕне сăвакансем çапла çĕрлесерен выльăха астукаласа тăма кулленех йĕрке тунă та — паян Нина черечĕ.
— Мукуç мучи, уй, тем ан калаç-ха эс. Иртерех пуль-ха пире каччă-мĕнсем пирки шухăшлама, — вăлтса, ăшĕнче мĕн пуррине пытарарах каласа хучĕ хĕр. — Пурăнар-ха пурăннă чух нушасăр...
— Ир мар. Шкул пĕтерни те тем вăхăт. Кĕлеткӳ, пĕвӳ-сийӳ те кĕре. Çитнĕ, — çунса пĕте пуçланă махоркине çĕнетме чĕлĕмне тăрăшсах пăккин-паккин ĕмрĕ старик. — Мăшăру путлĕреххи лектĕрехчĕ ĕнтĕ сана. Ат-ту çӳрет-ха унта, ав, пĕри — Турчăка ачи, явăнса. Сисеп эп, суккăр мар, куçлă...
Ăшçунтармăш ятне асăнсанах, йăвари кайăк чĕшшне кĕтмен-çĕртен пĕр-пĕр çын çара алăпа яп ярса тытнă чухнехилле, Нина чĕри йăшăлт турĕ. Тĕрлес тĕрри те, алă сулăмĕнчен янк вĕçерĕнсе, тăнк чарăнчĕ:
— Ытла та эс, Мукуç мучи. Тен, хĕрачин асра та çукпулĕ-ха ун пек-кун пек, — тирĕннĕ сăмаха сирме çав-çавах сăпай çитерчĕ Нина. — Çӳрĕç вĕсем... явăнса...
Кĕреçе сухал хăйĕннех печĕ:
— Çавăншăн калатăп та, шĕшлĕ. Хăвăн та чĕрӳ вырăнта маршăн. Хĕр кăмăлĕ вăл хĕвел ăшшишĕн тунсăхласа çитнĕ çĕр пичĕ пекех — каччăн шӳтле сăмахĕшĕнех ирĕлет. Каччисем те халь, ху пĕлен, пĕрне ырласа тепĕрне хурламалли çук. Паçăрах каларăм: лăпăс-лăпăс та кĕр-кĕр. Апла-тăк, хĕрупраçăн пушшех те çирĕп пулмалла. Салпун кантрине салтма ăна наччас, каялла çыхма тăрас тесен вара — кантри çитеймест... Шанмастăп эп çав Турчăка ачине. Куçĕсем унăн ытла та кушак аçинни пек. Япшар. Çуллă татăка çеç тĕсесе çӳрет. Ахальтен мар ферма таврашнелле иленчĕ-ха вăл. Тилĕ. Амăшне пăхсан та, шĕшлĕ... Çук, пĕртте выртмасть çав этемме ăш. Ак, каларĕ тесе калăн, сисет у, ват çын чĕри. Мошельнĕк, тепле килеймерĕ-ха тата кĕçĕр. Хуткупăсне çакса, çĕр çĕмĕрсе килсе кĕрекенччĕ. Унăнне çапса хуçатăп та-ха урине пĕрре — пăрахтăр кунталла йăкăртатма, чипер хĕрсене пустуй пăтратма. Килтĕр-ха эп ак ăна, килтĕр. Кăтартап пĕрре уççи-хуппи. Ĕмĕр асăнса пурăнĕ, шĕшлĕ...
Мукуç мучи, тĕлкĕшме пăрахнă чĕлĕмне ячĕшĕн тенĕ пек тепĕртак чапкакаларĕ те, кĕлне каланкка анине кайса шаккаса, хăйне вырткаласа тăма тунă тĕпелти йывăç кравать çине пырса ларчĕ. Лариччен, паçăрхи салатнă чухнехи еккипех, тутăр татăкĕпе «чункилтермĕшне» (чĕлĕмне вăл çапла калать) тирпейлĕн чĕркерĕ те кĕсйине чиксе хучĕ. Унтан, кравате лачăртаттарса-чĕриклеттерсе, выртрĕ:
— Самая лăш пулам-ха, шĕшлĕ. Тем, кăтăш çывхарнă пек, — терĕ те, пуçелĕкне майласа, кĕреçе сухалне маччаналла кăнтарчĕ...
Тĕлĕнет Мукуç мучинчен Нина. Ытла та пĕр кĕвĕллĕ çын пек мар вăл. Çиллĕ-çумăрлă çанталăкри евĕр, тăтăшах улшăнса-арканса тăрать ун кăмăлĕ. Пĕр-пĕр çынна килĕштермерĕ-тĕк ват çын — килĕштерместех вара. Лешне шурă куçпа çеç пăхса çӳрет. Куçăнах сăмахпа ĕнтелет. Юратать, килĕштереть-тĕк — юратать-килĕштеретех вара. Куçăнах ырă, çепĕç сăмахсем калать. Енчен те ку, Мукуç мучи кăмăлне çырлахтарнă этемĕ, епле те пулин майлă мар ĕç туса хучĕ-тĕк — пурпĕр йĕркине улăштармасть кĕреçе сухал — йăпатать, ӳпкелет, пулăшу пама хевтеленет. Кăмăлран ӳкнĕ этемми туса пар старике юравлă пĕр-пĕр ĕç — çук, çав-çавах кӳ те хускалмасть ват çын. Лешин пирки малтан епле пулнă — çаплах хăварать еккине. Çавăнпа старике ни йăпăлтатма, ни ун умĕнче ырă курăнма майĕ çук. Пĕрре картса хунă виçепе пурăнать те пурăнать мучи. Картнă виçерен — ни иртмест, ни юлмасть. Кăмăлĕшĕнех тата хăйне килĕштермен çыннисем те пĕрре кăна мар унăн. Кам-кам пирки усал калать ват çын — Мукуç мучи вĕсен тăшманĕ. Апла пулин те, тӳрĕ сăмахшăн кĕреçе сухала тавăрас, ăна шăл хăйраса теп тăвас текенсем никам та çук ялйышра. Ара, ăçтан тавăрса пĕтерĕн-ха мучин ват пек нушаллă кашни сăмаххине, енчен те вăл калани чăнлăх пек тĕрĕс, çăлкуç пек таса пулсан.
Мĕнешкел йышăнас темесен те йышăнмах тивет çав йӳçеке. Ирĕксĕр те пулин йышăнмах тивет. Çитменнине тата, Мукуç мучи çĕр çинче çакăн чухлĕ пурăнса, хăнăхнă ĕнтĕ ялйыш ват çын путишне. Мукуç мучи сакăрвуннă патнелле çывхарать. Хурала та вăл килĕнче пĕччен пăчăхса карасран, çынсемпе хутшăнса пурăнас тесе çӳрет. Пĕрре ăна, ватă çынна хĕрхенсе-тĕр, колхоз председателĕ: «Тавтапуç сана, Мукуç мучи, кун чухлĕ ĕçлесе патăн, кан килӳнте ирĕккĕн», тенĕ пулать те, лешĕ вара, пăшатан пек куçĕле тĕллесе, хирĕç çапла лаплаттарса хунă пулать: «Эс ачам, малтан ман çула çит, унтан килте ларассисемпе лармассисем пирки калаç. Сана вара, шăллăм, кăшт-кашт килте ларкаласан та пăсмасть. Арăмна хир кăтартма пăрахни те ултă çул — ачи-пăчипех пăчланчĕ, колхоз ĕçне çӳремест. Пулăш арăмна. Мана вара — ан тĕкĕн, ман вырăн халь çĕре кĕричченех кунта!» — тенĕ пулать. Çавăнтанпа кĕреçе сухалпа ун пирки — ни-ни. Тен, ячĕ те ват çыннăн çавăншăнах — «Шĕшлĕ»: шĕшлĕпе çăпата хуçаççĕ. Каламан сăмаххисерен тата старик çăварĕнчен — «шĕшлĕ» те «шĕшлĕ»... Ак халь тата тĕк тăмаллах Виталие те сăмах лекрĕ. Нинăшăн пулсан, Шĕшлĕ-Мукуç мучи апла каласан та, капла каласан та, йĕкĕте савма пăрахмасть хĕр. Вара çавна ăнланайĕ-и Мукуç мучи? Çук, пурлĕрех кӳренмест ăна Нина, Мукуç мучи кунта хĕртсурт пек — кил хавасĕ, пӳрт ăшши... Пурăнать, ак, çĕр çинче нимĕнле пурнăç шартламине те парăнман мăн хевтеллĕ этем. Ни ачи-пăчи, ни мăшăрĕ çук унăн. Мăшăрĕ, Униççе аппа, пĕр вунă-вун икĕ çул каяллăх çĕре кĕнĕ. Нина кăшт çеç астăвать. Ун чухне, кил-йышĕнче сăмахлама тăван çынни пур чухле, тен, ăна кунсемпе çĕрсене кĕскетме те çăмăлтарах пулнă пулĕ. Арăмĕ çĕре кĕнĕ хыççăн вара — Мукуç мучи тăр-пĕччен. Пилĕк ывăл пулнă-мĕн те вĕсен — ялтан тухса кайнă-пĕри ашшĕ- амăшĕ чун панă çурта çаврăнса çитсе тĕпленеймеп. Кĕçĕннипе кĕçĕнни умĕнхи, авланса йăх тăсăмĕ хăварма ĕлкĕреймесĕрех, вăрçа ăсаннă-мĕн те — унтан таврăнайман. Асли, ар çулне кĕреймесĕрех, чечче чирĕпе аптăраса вилнĕ иккен. Ун хыççăнхи, тем сăлтавпа — çакăннă. Виççĕмĕшĕ «ман хыççăн та тĕп килте пурăнмаллискерсем иккĕн тан», тесе, вăрçă умĕн вербовкăпа çурçĕре тухса кайнă иккен те, малтанласа сас туса тăраканскер, нимĕç хаярĕ пуç çине йăтăнса ансан — ним хыпарсăр çĕтнĕ. Те чĕрĕ, те вилĕ этемми? Ял çине çеç ун пирки теплерен пĕрре (те тĕрĕсех сăмаххи?) «нимĕçсен енне куçнă», текелесе илеççĕ. Тен, Мукуç мучи ун лирки тĕплĕнрех пĕлет пулĕ те — пач та вакламасть. Вăрçă-мĕн пирки тапранас пулсан та, сăмаххи ун кĕçĕн ывăлĕсем пирки. Начар хыпарпа çӳрекĕнни пирки вара — мăкăл та чĕнмест. Ытах сăмаххи çав тĕлелле çаврăнса тухсан: «Çурçĕрте пурăнать пуль вăл, çырмасть, тен, халиччен шăмми-шакки те çĕрсе пĕтрĕ пуль», — тет те — ирттерсе ярать ун-кун йӳтĕме. Юратмасть старик ачисем пирки те, хăй пирки те калаçма.
Нина, хăй сисмесĕрех, Мукуç мучи пурнăçĕ тавра — вăл пĕрремĕш тĕнче вăрçинче çапăçса икĕ хутчен Георги хĕресне илни, патша тытăмне тĕп тума Балти морякĕсемпе пĕрле. Хĕллехи кермене çĕмĕрттерсе кĕрсе кайни, шурă чехсене аркатни, чăваш тăрăхĕвче алхаснă Калюков бандин юлашкийĕсене тытма пулăшни, колхоз тунă çĕре çанна тавăрса хутшăнни, кĕçĕн ывăлĕсем пуç хунă хыççăн иртнĕ вăрçа хăй ирĕкĕпе кайма тăрса ăна унта яманни («Шĕшлĕн» сулахай ури уксахлать) тата ытти, тата ытти пирки те шухăш çăмхине çăмхалама тытăннăччĕ те — çывăхрах, çӳл енчен, кулăс сассине янках чун кĕни — ун чĕрине шартах çуй сапрĕ. Хĕр сасартăках хыпăнса ӳкрĕ. Йĕкĕчĕн ятне çиппе халь-халь йĕрлесе пĕтерес патне çитнĕскер, йĕппине пĕрене, çумне тирсе, тĕрĕллĕ алтутрине кăкăрĕ умне пытарма ĕлкĕрчĕ кăна — пӳрт алăкне купăс уртнă кăшт хĕрĕнкĕрех Виталий яри уçса та ячĕ.
— Ман килес, — пулчĕ унăн малтанхи самаххи. — Йышăнаççĕ-и каçхи хăнана? Килсе курас терĕм-ха эпĕ кунта. Нумая тăмăп..."
Çапла каларĕ те Виталий паçăр Мукуç мучи чĕлĕм мăкăрлантарса канăçланнă тăрăхла сак çине лаштах пырса ларчĕ:
— Фу-у, ну çанталăк та кĕçĕр, пĕччен — чĕр вилĕм,хуть те çăлтăрлă тӳпенелле пăхса выç кашкăр пек ӳле,Кичем...
Калаçнăçемĕн, хул хушшинчи хуткупăсне урайне, каланкка çумне сĕвентерчĕ.
— Ыйтрăм та хĕр-тусусенчен — эс, мĕн, пĕчченех иккен кĕçĕр. Эп вара клубран тӳрех — кунталла!.. Ну, страствăй, Нина, мĕнле пурăнан? Кăмăскăлансах каймарăн-и фермăра пĕччен? Кил, ыталам сана пĕрре?!
Йĕкĕт ларнă çĕртен тайкаланарах тăчĕ те хĕре йăпăшт пырса сырăнчĕ, сылтăм аллипе ăна пилĕкĕнчен чăмăртаса тытрĕ, хăй еннелле тайăлтарчĕ.
Нина Виталие тĕртрĕ, чышрĕ, хуллен çапкалăса та пăхрĕ. Виталий, хĕре пăртак чăмăртакаласан, аллисене ласт сулчĕ те хаш-ш сывласа ячĕ:
— Юратмана ирĕксĕрлесе юраттараймăн, — терĕ те каччă, ун çăварĕнчен эрех шăрши ахаль те аслах мар пӳлĕме кӳ! тапса тухрĕ. Хĕр, йĕкĕт хĕскĕчĕнчен хăтăлса тухнипе тӳрех ăна-тăна кĕрсе çитейменскер, саланса чăл-ханма пуçланă çӳçне-пуçне, пилĕк тĕлĕнче лӳчĕркенсе хăларнă-хăмпăлчăланнă кĕпине турткаласа тирпейлерĕ те каччăран аяккарах вашт куçса ларчĕ:
— Эх, эс те çав, çапла хăтланаççĕ-и хĕрпе. Ассăрскер, — те йĕкĕт чăрсăрлăхне сивлемеллипех сивлесе, те хăй шăпине те ӳкĕнĕçлесе, ӳпкевлĕн тухрĕ хĕр сасси. — А эп, ухмаххи... шанатăп, шанатăп...
— Ну, юрĕ ĕнтĕ, каçар, Нина, хам та пĕлместĕп — темле пулса тухрĕ. Эпĕ усал шухăш тытса мар. — Виталий ĕнсине кăтăрт-кăтăрт хыçрĕ. — Ан çиллен, эп сана мĕн тесе калама килсеччĕ...
Шăл та лăп çак самантра Мукуç мучин кăтăшĕ янк уçăлчĕ пулмалла та, ват çын, пăшалпа персе вăратнăн, йăпăр-япăр тăрса ларчĕ. Тăрса ларнă-ларман, лапатка пек аллипе кĕреçе сухалне шăлкаласа, килнĕ çынна пăскăртма тапратрĕ.
— Ха, килтĕн-им-ха сĕтĕрĕнсе, кĕрт йытти. Кур-ха, кур эсĕ ăна, шĕшлĕ, лайăххине тĕсенĕ. Çывăрас ыйхине татса кунта лаплаттарма манман çĕр хута. Хурчăка!.. Ашшĕ-амăш сан валли ӳстерсе чăрманнă терĕн пуль. Кĕтсех тăр. Ак, çăварна кар та — кĕрех каять çуллă аштатки. Намăссăр! Парам, ак, пĕрре туяпа. Илем, ак, çурăму тăрăх çунтарса. Атя, пыр, пыр. Ăçтан килнĕ çавăнталла тух та ярăнтар. Килне кайса паппа ту. Аçу-аннӳ çухатрĕ пуль. Пыр, пыр, уй тăмани пек чăрлаттарса ан лар кунталла. Ав, алăк хăлăпĕ те çывăхăнтах, шĕшлĕ — алăкăн-тĕпелĕн кумать Мукуç мучи сасси. Унăн хулăп кĕрлевĕ — хаяр, таптавлă, каçарусăр.
— Эс, ара, мĕн, Шĕшлĕ мучи (çамрăксем ăна хăйсемхушшинче чăн ячĕпе мар, «Шĕшлĕ мучи» тесе чĕнеççĕ), ма мана пит кураймастăн? Мĕн турăм эп сана? Нина сан мăнуку та, тăвану та мар. Эп сан патна мар, ун патне килнĕ. Тепĕр тесен, мĕн ĕç пур сан хĕрле каччă хушшинче? Лартăн-тăк лар шăлна çыртса. Ан чĕн. Сансăрăнах пĕлетпĕр мĕн тумаллине, — сыпнăскер, парăнасшăн пулмарĕ Виталий те, — Тупăннă Пăрçа-патша...
Ак, кайрĕ хайхи ахăрса,
— Э-х, эс мана çапла калама-и-ха! Ват çынна. Георги хĕресĕсен кавалерне, Хĕллехи кермене штурмлакана, ĕç ветеранне. Йĕпе сăмса «Шĕшлĕ мучи!» Аслаçу пулатăп вĕт эпĕ сан. Мăн аслаçу, Аслаçусен аслашшĕ. Эс тата манпа çапла калаçма хăятни-ха? «Шĕшлĕ мучу»пулмасан, эсĕр кунта йăлт асса-тĕссе пĕтмелле. Ха, кур-ха эсĕ ăна, ку. Ман çăвара хуллама-и! Парам санă — «мăнук та, тăван та мар». Паян пĕр хĕрпе эсир, ыран — тепринпе. Шĕшлĕ! Шанăн та сире — кайран ни туйĕ, ни савăнăçĕ. Отне пĕр куççуль. Этем ĕретлĕ тăваспулать ăна — хăтана ярса, килĕшсе. Капла, кил тĕлне пĕлмен йытă пек, йăх-йăх та кĕр-кĕр. Пурнăç мар, пашалу, Тутисĕр çимĕç, — старик, лăкăштатакан урипех патнаррăн яра-яра пусса, алăк кĕтессине таянтарса хунă сулăмлă патаккине илчĕ те йĕкĕт хуткупăсне çĕртен çĕклесе йĕкĕтпе юнашар лашт пырса лартрĕ. — Тăр, намăссăр,хĕр вырăнĕ çинче саркаланса ларать-ха тата. Çак та хуткупăсна — килнелле. Каларăм сана иртнинчех: ферма тавра явăнса ан çӳре, тесе — çук, итлемерĕн. Хурчăка! Тепре курап-тăк: хамах правление çитсе калап: штраф туччăр. Пĕлетĕн вĕт колхоз мулĕ-пуянлăхĕ çывăхĕнчеçĕрле шăршласа çӳремелле марине. Пĕлетĕн-тĕк, ма апла сăмсуна çиле хирĕçле тытатăн?.. Ну, атя, атя, пултăн хăнара, халь — ярсапуспа ялалла!..
Мукуç мучи, йĕкĕте кĕпе çухавинчен çатăрласа тытрĕ те, хуткупăсне хулпуççийĕ урлă çаклатса, алăк патне танкăлтаттарса пычĕ, алăка яри уçса, тулалла вашт çеç кăларса ячĕ. Асăнмалăх тесе, çурăмĕнчен аяларахран ыратмалăхах тапса ăсатрĕ урине. Хăй алăка çавăнтах çекĕл ячĕ. Ват çын «кучченеçĕн» тутти-маси яш çынна килĕшмерĕ пулмалла та — çав йӳтĕмпе вăл, тавăрасла пушмак кĕллипе алăка пĕр-ик хут хыттăн хӳнлеттерчĕ те, вăрçса-ятлаçса, алкумĕнчен те алăка шалтлаттарса тухса утрĕ. Пăртакран, çырма хĕрринчи ĕне витисем çывăхнелле, Виталий хуткупăсĕн çурма юратуллă, çурма тарахуллă, ӳкĕнĕçлĕ кăмăлпа хутăш тунсăхлă сăрхăнчăкĕ илтĕнсе кайрĕ.
Чĕрине ниепле те çырлахтарма пултарайман çак арăш-пирĕше нихăш енлĕн те хутшăнмасăр пăхса тăчĕ-тăчĕ те Нина, савнă каччи хыççăн алăк шатăрах хупăнса юлсан, тĕлĕнсе пăхса тăракан Мукуç мучи умĕпе хăлха-вăрт варкăшса иртрĕ, çекĕле вĕлт çĕклесе купăс сасси илтĕнекен сĕрелле вĕçнĕ ,пек тухса чупрĕ...
Виталий пĕве хĕррине пăрахнă пĕрене çине ларнă иккен те уйăх сутинче выртакан шыв канлĕхне шухăшлăн тинкернĕ. Хуткупăс кĕввийĕ унăн, калаканне йăпатасла, — ăшпиллĕ, каç еккиллĕ, пăлханчăк. Хĕр юнашар пырса вырнаçсан та хуткупăс çаплах нăйкăшма пăрахмарĕ, тарăхрĕ, ӳпкелешрĕ — канлĕ таврăна çуйкăнчăк сапаларĕ.
— Виталий, мĕн ĕнтĕ, ан çиллен, — хыпăнса чупнипечĕри кăрт-кăрт тапнине ирттерме тесе, йĕкĕте сăмах хушрĕ хĕр. — Çав йӳтенĕ старикшĕнех. Ху пĕлен вĕт Мукуç мучи мĕнле путиш иккенне. Чăкраш. Кутăн... Унăнне пурне те чĕре патне илес пулсан... Халиччен хура курак та шурмалла...
Йĕкĕт хĕрпе çумлах сиксе ларчĕ:
— Кăмăла каятăн эсĕ манăнне, питĕ, — терĕ вăл, сылтăм хулпуççийĕнчен хуткупăс чĕнне вĕçертсе. — Унччен, шкулта иксĕмĕр пĕр парта хушшинче ларнă вăхăтра, çавна эп сисмен, чухламан. Юрататăп ĕнтĕ сăмах сăвăрма. Çавăншăнах... ав, Шĕшлĕ мучи те...
Виталий хуткупăс чĕнĕнчен пушаннă сылтăм аллине хĕр пилĕкĕ çине хучĕ:
— Ман сана, Нина, кĕçĕр питĕ-питĕ курассăм килчĕ. Ытти каçсенчи пек те мар. Темшĕн... чăтмалла мар курассăм килчĕ.
Хĕр турткалашмарĕ. Чĕри унăн, пилĕкне каччă алли пĕçертме тытăннипе, тата хытăрах кăртлатма тытăнчĕ. Пĕтĕм кĕлеткине, хутса пултарнă мунчари евĕр, ăшă çапрĕ. Пичĕ — каччăн чипер сăмаххисене илтсе хĕмленпе — тĕмпĕл-тĕмпĕл.
— Темшĕн чи-чи çывăх çын пек эсĕ маншăн кĕçĕр, Нина... Астăватăн-и, санпа эпир иксĕмĕр пĕрре колхоз садне çырла вăррине кайнăччĕ, хăмла çырла вăррине? Те улттăмĕш класраччĕ вăл?.. Ун чухне Мукуç мучи сад хуралĕнче тăратчĕ. Епле сехремĕрсене хăпартнăччĕ пирĕнне Шĕшлĕ, пĕррех мĕкĕрттерсе кăшкăрса янăччĕ те, хăмла çырли хушшиичен пуля пек сирпĕнсе тухса тепĕр çырана тарса ӳксен тин чун пырса кĕнĕччĕ вĕт иксĕмĕре те. Лешĕ вăл, Шĕшлĕ, пире курса мар, сых ятне ахаль кăна мĕкĕрттерсе çӳренĕ-мĕн. Малтан, ăна, хăранипе, тавçăрайман. Кайран, каçса ӳкнĕ çыранра, пурака тултарнă-тултарайман çырлине çирĕмĕр вара тăраничченех. Епле, астăватăн-и çавна?
— Астумасăр. Ăçтан манăн-ха унашкаллине. Эпĕ тата сана ун чухне, сада çырла кĕрсе çитернĕшĕн тав туса, чуппа та панăччĕ...
— Çырли халь те чĕлхе çинчи пекех...
— Ан та кала. Тата, тата... Астăватăн-и тата çакна? Пĕррехинче, уроксем хыççăн шкултан таврăннă чухне, ăмăртмалла тенĕ пек выляса-кулса чупрăмăр та иксĕмĕр, ура хурса такăнтарса ӳкертĕн эсĕ мана темме. Эпĕ, ăна-кăна кĕтмейскер, питпех тăрăнтăм та антăм çĕр çине. Çитменнине тата, эп лаплатса анас тĕлте, шăп та лăп чул катăкĕ выртнă пулнă-мĕн. Çавскер, шеремет, тута хĕррине кат та кăлар. Эх, юн палкать çав, эх, палкать. Эп, тăрăнса аннипе тата юн курса хăранипе, лĕр-р йĕр те яр...
— Юрать-ха, мĕн те пулин урăххи тĕлне пулман. Калăпăр, куç тĕлне. Пĕтеттĕмĕрччĕ вĕт вара нимшĕн-мĕншĕнех, алхасу-шӳтшĕнех. Эх, хамăр та çав, касман турта пуçсем!.. Кайран пĕр уйăхсăр та тӳрленсе çитейменччĕ сурану. Пăха-пăха илеттĕм те туту çинчи çав
çĕвĕкленме тытăннă вырăна, Нина, хама сан умăнта шутсăр, шутсăр айăплă туяттăм. Ара, хĕрача илемне сусăрлатаканни эпĕ-çке, эпĕ... Ун пирки эсĕ аçупа аннӳне те каламан иккен. Çул варринче йăваланса выртакан чул катăкĕ çине те ăнсăртран хăвах такăнса ӳкнĕ пулать. Урам анлăшĕпе хăв шухăшупа аптăраса шухăшлăн пынă-мĕн те эсĕ, хыçалтан килекен машин сассипе шарт сиксе, мелсĕр тăрăнса аннă... Вăл-ку суя суйнине пăртакран эсĕ мана хăвах каласа парсаччĕ.
— Манман-и?
— Манман...
— Кӳр-ха, Нинук, пăхам эп çав çĕвеке...
Виталий хĕре сасартăках хăй çумнелле тайăлтарчĕ те мухмăрпа-сухмăрпа кушăрханă тутипе унăн кăвар пек пĕçерекен тутине лап çыпçăнчĕ. Нина, шăкăл-шăкăл калаçу киленĕçне путнăскер, йĕкĕт капла хăтланнипе тăрук аптраса ӳксе, ун ытамĕнче пĕр саманта тăн-н хытрĕ. Унтан, хăйĕн ку таранччен пуçтарăнса пынă савăк кăмăлне хĕр ĕмĕрĕнче пĕрремĕш хут савнине уççăн та тараватлăн пĕлтерес хĕпĕртӳпе, Виталие аллисемпе çулăмлăн çупăрласа илчĕ. Тем саманта тăсăлнă пек туйăнчĕ Нинăна çак ытлăхлă пархатар. Эх, мĕн тери ырă та çепĕç иккен савнă çыннун ăшшипе ăшăнма, хăвăн телейпе ирĕлекен чĕрӳне тăнлама. Çапла, савни савăкĕпе савăнса, пĕр каç, икĕ каç, виçĕ каç, тăватă каç, ĕмĕр-ĕмĕр ларĕччĕ Нина Виталипе ытамлăн. Анчах та чипер япалах-ши вăл хĕр пуçăнах йĕкĕте мăйĕнчен çакнашкал ытаклани? Сăмах çинех, ак тата, хĕре каччă ытамĕнче пăчăран пăчă, тăвăртан тăвăр пула пуçларĕ. Сывлăш тухми тăваслах, Виталий Нинăна пăчăртанăçемĕн пăчăртать, тем ухтарнăн хĕре питĕнчен, мăйĕнчен, кăкăр анинчен татти-сыпписĕр чуптăвать...
Йĕкĕт, купăсне меллештеререх лартам тесе, сылтăм аллине йăпăртлăха хĕр пилĕкĕнчен вĕçертрĕ те, Нина, çак пăтăрмахпа усă курса, вăштах тухса сирпĕнчĕ Виталий пăркăчĕнчен.
— Ой, — терĕ те вăл, йĕкĕте, кӳренес-мĕнрен евитленĕн. — «Ракета» тем. Ахăр, вăхăчĕ çитрĕ-тĕр. Çавăн сасси...
Çапла каларĕ те хĕр тепĕр темиçе минутран çывăхри ĕне вити алăкĕнчен кĕрсе те çухалчĕ.
Нина Виталие перĕнсе тăрăс сиксе тăнипе, йĕкĕт хулпуç çийĕнчен аран çеç тытăнкалакан çакăллă, хут-купăс кӳпех персе анчĕ тусан çине. Каччă ăна икĕ аллипе те çĕклерĕ те, çавăркаласа, унтан та кунтан та вĕре-вĕре хăшкăлчĕ пĕр кана. Тасалнă пек пулсан, тусанне çителĕклĕ таран вĕрсе сирĕлтерсен, пĕрмине икĕ енчен те тӳммисенчен çаклатрĕ те каллех ăна хулпуçийĕ урлă уртса ячĕ. Тăнласа тăчĕ. Чăн та, ĕне вити енчен сас килнĕ пек туйăнать, шалтан уçăмлăнах илтĕнмен ĕне ĕнĕрленĕ сасă. Вара, ăшĕнчи ăшăнчăк шухăшне тата хытăраххăн тĕвĕлесе, вăл та Нина тин кăна кĕрсе çухалнă алăк еннелле ярăнса утăмларĕ...
Тĕрĕсех иккен — улталаман Нинăна хăлхи: «Ракета» выртнă çĕртен паçăртарах кăна тăнă пулмалла а, халь, каяăçсăр, такама тем евитлесе, тек сасă парать. Хĕр, ĕнен нуши-йăлăнăçне пĕлмелле тата, тен, лешĕн пăрулама та вăхăчĕ çитнĕ пуль тесе, ун патне пӳлнĕ çĕрех кĕрсе пăхрĕ. Çиллинчен те тытса пăхрĕ, çурăмĕнчен те, ăмăрĕнчен те ачашларĕ — ниçта нимĕнле улшăнăва та асăрхамарĕ ĕне сăвакан. Ăна тепĕр хут ачашласа-çупăрласа хăварчĕ те хĕр, янавара ырă каç сунса, витерен тухма тăчĕ. Алăк патне çитнĕскер, Нинăна тултан тин кăна кĕрсе тăма ĕлкĕрнĕ Виталий хăпăл-хапăлах хăй ытамне туртса илчĕ. Хăйшĕн ку самант кĕтменлĕх пулчĕ пулин те — хĕр хирăçлемерĕ. Вăл çурма çутăра каччă куçĕнчен пăхма хăяймарĕ, пуçне ун кăкăрĕ çине ленк пĕкрĕ. Эй, мĕн тери ырă та килпетлĕ иккен пăл хăçантанпа кĕтнĕ-ĕмĕтленнĕ телей пĕвене карласа анакан çурхи шыв евĕр кăкăра çĕмĕрттерсе кĕме тытăнсан! Касса çиес арбуз пек тутлă та парка иккен. Арша савăнăçĕнче чӳхенсе ларакан тулли пучахлă уй пек анлă та мал ĕмĕтлĕ.
Çапах та Нина хăй — те хĕр йăлине тытса пырасла — каччă чăрсăрлăхĕпе кăмăлсăрланнă евĕр, пуçне ун кăкăрĕ çине пĕкрĕ пулин те, ӳкĕнĕçленсе сăмах та хушрĕ?
— Ой, пăчăртасах лартрăн... Эпир, тем, вăрă вăрланă майлах...
— Нина, эпĕ повестка илтĕм. Ят тухрĕ. Виçмине вуникĕ сехете военкомата çитмелле. Ял ачисем татах та лур. Пĕрле вĕреннисенчен — Мишша, Вена. Вăт, çапла, Нина, çара кайма та черет çитрĕ, — хĕрĕн ырă шăршă кĕрекен çӳçне тутипе пăр самант чуптăва-чуптăва пăтраштарчĕ йĕкĕт. — Çăвна калама хăпартăм та сан патна. Как-никак, икĕ çул курмасăр пурăнмалла пулать-çке пĕр-пĕрне. Калама кăна канас. Сахал вăхăт мар...
Повестка тенĕрен, Нина пуçне ялтах çĕклерĕ:
— Виçмине тетне?
— Ма апла ыйтан? Суеçтерет тетĕн-им?
— Шан-ха сана, камите. Кăтарт хутна?
— Вăт ĕненмест. Ме, ара, курассувах килсен, — йĕкĕт шăлавар кĕсйинчен çурмалла хуçлатса чикнĕ хут таткине туртса кăларчĕ те ăна, хĕр курмалла, çутă енне тытса сасăпах вуласа пачĕ: çав-çав çыннăн — çав-çав сехете çав военкомата çитмелле тенине пĕлтерчĕ.
— Сиснĕ пекех, — хаш-ш сывласа ячĕ савнийĕнчен чылайлăха уйрăлма пӳрнĕрен чĕри пăчăртанса килнипе. — Эпĕ, Виталий, сан ятна тесе, алă тутри те тĕрлесе хутăм. Ме, акă, ил. Вăл сана ман çинчен, ирте каç пĕр саншăн çеç хыпса çунакан Нинуку çинчен, аса илтерсе тăтăр. Юрать-и?
Хĕр, каччăран именсе, каялла çаврăнса тăчĕ те кăкăрĕ умĕнчи ал тутрине вăшт кăларса Виталие тыттарчĕ?
— Эпĕ сана куç пек, хĕвел тухасса кĕтнĕ пек кĕтсе пурăнăп, çыру хыççăн çыру çырăп. Илтетĕн-и, чунăм? — терĕ, пиçсе çитнĕ анис панулми евĕр хĕрелсе кайса, — .... Эпĕ кĕçĕр чи телейлĕ этем пуль çĕр çинче, Виталий? Кĕçĕр манăн савăнас-юрлас, ташлас килет. Курччăр, пĕлччĕр эпĕ мĕпле телейлĕ те хĕпĕртӳллĕ иккенне. Атя, кĕрер те ферма пӳртне...
Хĕре сăмахне каласа пĕтерттермерĕ йĕкĕт, ăна юман кăшăлпа кăшăлланăн, пилĕкĕнчен аллисемпе яшт йăлмакласа тытрĕ те хăй çумне таччăн пăчăртарĕ. Унтан, йывăрах мар кĕлеткине палт сĕклесе илсе, çутă ӳкмен кĕтеселле талт-талт утса кайрĕ, тахçантанпах ларма-канма тунă кутник сакки патне çитсен (Мукуç мучи тутарнă, ахăр) — кивĕ кĕрĕк пăрахнă вырăн çине йывăррăн лашлатса тӳнчĕ, аншарли ĕçсе кушăрханă-катрашкаланнă тутипе Нинăн кăвар пек тĕлкĕшекен чăп-чăмăр тутине хупласа хучĕ.
Шанса, ырă сунса панă тăпкăл-тăпкăл ал тутри, вĕл-вĕл вĕçсе ӳксе, вĕри кĕлеткесем айне пулса, самантрах лӳчĕркенчĕ...
Тепĕр тем самантран, ир енне, Нина хăй савнийĕ хыççăн тухса вĕçтернипе ăна кĕте-кĕте хăшкăлнă Мукуç мучи сасси илтĕнсе кайрĕ картишĕнче. «Нинук, Нинук, ăçта муршăтăкне анса çĕтрĕн эс çак? Вăт, шельмă хĕрачи», — витесем танра тĕрĕслесе-пăхкаласа çаврăннă май чĕннĕ-хăтăрнă евĕр хăйпе хăй тек-текех муталанчĕ хуралçă. «Эй, çăпан шăтаçскер. Каччă тесе, çапла тухса чупаççĕ-и ăна çĕр хута. Каччи хăть йĕркелли пулсанччĕ. Этем мар вĕт вăл — сăмала. Пылчăк. Э-эх, чăпăркаччĕ те пĕрре çемсе вырăнтан иккĕшне те е ват вĕлтĕренпе. Тьфу, путьтине пелмен çамрăксем! Кĕр-кĕр те йăх-йăх! Çук вĕт — килĕштермеççĕ кăнтăр çутине. Чараксăрсем, тавай вĕсене çĕрлехи юрату. Тьфу!.. Нинук, Нинук, теп? Ăçта тарса пытантăн çак эс? Элле, леш çăханĕ ялах илĕртсе анса кайрĕ-ши ăна? Пулĕ, тем те кĕтме пулать унашкал çилхăвантан...» — Мукуç мучи Нинăпа Виталий «хĕве хупăннă» вите алăкĕ умĕнче, кĕрес-и — кĕрес мар-и тенĕн, вăрахлăха чарăнсах тăнласа тăчĕ, анчах та темшĕн шала кĕме кăмăл тумарĕ — пăртак ирхи савăк канлĕхе тимлекелерĕ те, каллех паçăрхилле хăйпе хăй ятлаçса-вăрçăнса, ферма тавралла таплаттарчĕ.
Çав вăхăтра, читлĕхе çакланнă саркайăк евĕр, Нина Виталий çумĕнче ни вилĕ, ни чĕрĕ ларчĕ. Ферма «хĕрт-сурчĕн» сасси аяккарах йăмсан-çĕтсен, çапса пăрахнă пекех çывăракан Виталий енне ӳпĕнчĕ те вăл, текех ĕнтĕ чатăр карсан та чарса хума май çук хĕр ĕмĕрĕ иртсе кайнишĕн эрленсе-хурланса, куççульлех макăрса ячĕ...
Утать ăш вĕçнĕ этем, ăшри тăвăлне нимле путлантарма хăват çитереймесĕр кăран та хăвăрттăн утать. Пуçне çыхнă тутăрĕ унăн ĕнси хыçнех хутламланса аннă та, халĕ, çил варкăшĕнче, серепене çакланнă кайăк чĕппи евĕр тек, ирĕкелле туртăнать. Сăнĕ Нинăн — çутă та шухăшлă, кăвак хуппи курнă çыннăнни евĕр чечен те тулăклă. Кĕлетки, утти — персе янă ухă йĕппилле — вĕри те тĕллевлĕ.
Эх, явсах явма пĕлмен япала! Çакăн пек хисепсĕре ĕмĕтленесеччĕ-и Нина?! Çук, пĕртте кунашкал хисепсĕре ĕмĕтленменччĕ хĕр. Юратнă çыннипе çемьеллĕ пулса, килйыш ăшши-сипетне шăкăл-шăкăл калаçса-упраса пурăнас тесеччĕ вăл, çуралан ачи-пăчине телейлĕн утьăкка сиктере-сиктере Виталипе хăйĕн: кăмăлне яри кăтартмалăх хĕпĕртес тесеччĕ. Ырра, пархатара шанатчĕ. Хĕр тĕпелĕнче уявччĕ, хĕрсе хĕвел пăхакан çуркуннеччĕ.
Ача…
Леш айккинчи вĕренен
Çулçи вăр-вăр тăвать-çке.
Пĕр каç вăййа тухмасан,
Ашăм вăр-вăр тăвать-çке.
Чăн тӳпере çич çăлтăр,
Çиччĕшĕ те çут çăлтăр.
Пирĕн вăйăра çитмĕл хĕр,
Çитмĕлĕш те сарă хĕр.
Çăлтăр хушка çӳрен ут
Вылять хĕвел тухнă чух,
Сар ачапа сарă хĕр
Вылять çырла пиçнĕ чух.
Шинлă урапа кусасси
Кĕркуннеччен анчах у,
Эпир вăййа тухасси
Питрав каçчен анчах у.
Ия çав: «Эпир вăййа тухасси питрав каçчен анчах у». Ытти хĕрсемшĕн епле-тĕр те, Нинăшăн вара, чăн та, вăййа тухасси кĕçĕрхи «питрав каçчен анчах у».
Вăййи те ĕлĕкхи чухнехи вăй мар ĕнтĕ халь. Нина пĕчĕкрех чухне питрав тенĕ кун халиччен выляса-кулнисене ăсатма кăнтăрла сулăнсанах пухăнатчĕç те Анат Сăрмăшпа Тури Сăрмăш пĕрлешсе кайнă пысăках мар хушша, хĕрсем вăйă каласа хĕрсе-чиперленсе çитсен, кĕперпе çырма урлă каçса, тăватă ял хĕруправĕ çуллен пуçтарăнакан курăклă лапама кӳршĕллĕ йышла кĕвĕ хыççăн кĕвĕ шăрантарма карталанса утатчĕç. Эх, пуç тăрне каç чатăрĕ ӳпленичченех ăшри çамрăклăх варкăшне хăпĕртеттерсе, вĕçеври халь-халь татăлса анас хуракăшла, ян та ян тăратчĕ лапамри питрав савăнăçĕ.
Мĕн ĕнтĕ ку чухне? Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн вăйă кĕвви-илемле манăçа кăларса пынăçемĕн, савăнма — юрă юрлама тăватă ял лапамне пухăнма кăна мар, кăнтăр çутипе Анат Сăрмăшла Тури Сăрмăш пĕрлешнĕ хушша та тухма пăрахнă ял яш-кĕрĕмĕ питрав кунĕ. Каçпулттипе, хĕвел ансан, йăлине тытса пымалла тенĕ пек, пуçтарăнаççĕ текĕвĕ каламалли яланхи вырăна, карталанса уяв сипетне кăшт-кашт кӳркеленĕ хыçăл, кам ăçталла — саланса та пĕтеççĕ: е клуба, е урăх çĕре. Çапла, писмеллилех писрĕ çамрăк йыш асламăшĕсемпе амăшĕсем, аппăшĕсем сĕм аваллăхран упраса çитернĕ чипертен те чипер йĕркерен. Эппин, ăçта-ши çак сăлтавăн калама çук хыпăнчăк тупсăмĕ? Виç-тăват сăмахпа-и? Епле тĕп-тĕрĕс пахаласа, епле шанчăклă явап йăлмаклама пулĕ-ши халăх кунçулĕн уттипе мал ĕмĕчĕ пирки шухăша кайнă чух? Эпир тем тери тĕрĕс явап тупас тесессĕн те, чат тĕрĕс явапĕ, паллах, кунта халăх чунĕпе пиеленнĕ вăхăт ыранĕнче, илем сассинче. Çапах та, нумай-нумай терт витĕр паян куна çитнĕ вăйă-куллăмăр пирĕн пурпĕрех такам ăмсанмалла таса, яшлăх чăнлăхĕ пек çутă. Апла-тăк, епле юратмăн-ха унăн сăпайран та сăпай савăклăхне, çепĕçрен те çапĕç ăшхыптармăшĕпе елле ытлăхланмăн? Тĕпренчĕкĕн те хăйĕн ĕренки-самайĕ тенешкел, пĕтĕм пархатарпа саватпăр, мухтатпăр сана, чĕремĕрсене ыррăн-ыррăн çупăрлакан вăйă-тĕпренчĕкĕмĕр! Эс пур чухне савас çыннăмăрсем те такамран хитререх, тĕнчене килнĕ яш кунăмăрсем те тăри юрринчен телейлĕрех. Эх, ытарайми уяв!..
...Çĕрлехи урам — çĕр сасă. Анчах та ăша-чикке чиксĕр савăнăç кӳртерекенни кунта, Виталипе Нина вăйă саланнă хыççăн уçăлса çӳреме кĕнĕ колхоз садĕнче — çавра питлĕ янкăр уйăх çутипе шĕпĕл-шĕпĕл çулçă калаçăвĕ. Пĕр шутласан, нимĕн тĕлĕнмелли те çук пек çакнашкал тăнăçлăхран. Çӳл тӳлере, этемсене канлĕх пиллесе, тулли уйах шаппăн та шаппăн сарханать анаçалла. Çил сисĕмĕ, çулçă шĕлтĕр-шĕлтĕрĕ, çул сисĕмĕ пек, кас-кас ассăн та ассăн хуйхана-хуйхана илет, чĕлхесĕр ачалла, калассине калама шутсăр хыпăнса, тăн-н хыта-хыта тăрать. Çапах та тĕнче илемĕпе киленсе пурăнакансем сиссех çитерейменни, курăнакан курмăша курсах пĕтерейменни те пур çакăнта, тĕнчен куллен-кун, самантсерен пиртен тарса-тарса пыракан, вĕçсĕрлĕхе пат та пат тумлакан ĕшенми тĕрĕслĕх, пиртен чĕптĕм те ăс ыйтман вирлĕ юхăм, çаврăну пур.
— Виталий, телейлĕ эпĕ кĕçĕр, мĕнешкел телейлĕ, — хĕр хурăн, тирек, вĕрене аллейипе каччăран маларах иртет те çутă сайраланса ӳкекен лапсака улмуççи хӳттине пырса йăпшăнать. — Кил ман пата, Витя...
Виталий улмуççи айне кĕнĕ-кĕменех, Нина ăна хăй çумне сĕвентерет те, мăйĕнчен аллисемле çупăрласа, йĕкĕт кĕлетки çумне тĕршĕнет:
— Эсĕ нимĕн те асăрхамастăн-и, чунăм?.
Каччă, шухăшĕ ку хĕр çывăхĕнче мартан, урăх хĕр, Дина, таврашĕнче хĕвĕшме тытăннăран, ӳрĕк, сахал сăмахлă.
— Мĕн асăрхамалла, тет, вара ман? — Виталий, Нина ытамĕнчен çăлăнса, пĕр-икĕ утăм каялла чакать. — Пурте тахçан асăрханă япалах — каçхи тĕнче те, хăв та.
— Эсĕ лайăхрах пăх, лайăхрах?
— Кĕпӳ-и?
— Кĕпи те, ара. Ăна та уяв ятне пуçласа тăхăнтăм. Килĕшет-и? — пĕрре пĕр еннелле, тепре тепĕр еннелле хăвăрт-хăвăрт çаврăнса кăтартрĕ Нина.
— Мĕн терĕм-çке, чĕппи миçе тесе, паçăрах темиçе те чĕпĕтсе пăхрăм. Аван кăпе. Лайăх ларать сан çинче.
— Аван çеç-и? Эх, пуклак чĕлхе те çав. Савнă çыннуна савăнтарма та пĕлместĕн-çке эс. Чаплă, чаплă! Хама шутсăр килĕшекен кĕпе. Чухлатăн-и, мĕншĕн çĕлетрĕм эпĕ çак кĕпене, э?
— Йĕкĕт ним тавçăрмана персе тăчĕ:
— Тем, ытти каçсенчи пек мар эс, Нина?..
— Çавăнпа лайăхрах пăхтарасшăн та сана, — хĕр, йĕкĕтĕн сулахай аллине икĕ аллипе те сулăмласа, хăйĕн сылтăм пилĕкĕ çине çыпăçтарчĕ. — Тĕшмĕртетĕн-и пăртак?
Виталий сылтăм аллипе те хĕр пилĕкне хыпăшланă евĕр туса пăхрĕ:
— Хулăмланнă пек кăштах. Эс ахаль те тултармăш пекех кĕре те. Фермăра, сĕт-хăйма таврашĕнче унта...
— Эх, ухмантей! Пĕшкĕрт-ха, эппин, пуçна, калам, — хĕр каччă хăлхи çывăхне туртăнчĕ те пĕр вăхăт çав тĕлте тем хĕрӳн-хĕрӳн пăшăлтатрĕ.
— Мĕн тен? — капла хыпара илтсен, вĕри турчăкапа тĕкнĕн, хĕр кĕлеткинчен вашăлт пăрăнса тăчĕ йĕкĕт. — Эс, мĕн, чăнласах калатни?
— Ара, унашкал телейпе шӳтлеççĕ-и, Витя! Иккĕмĕш уйăхра ĕнтĕ. Уйăх каяллах каласшăнччĕ те сана, тем, чĕлхем çаврăнмарĕ. Халь илтрĕн ĕнтĕ, хĕпĕрте. Çавăн ятне, питрав кунĕ валли, хĕр ĕмĕрне ирттерсе яма, кĕпе те çĕлеттертĕм, ав, — иккĕшĕ пĕрле савăнмалли хыпара пĕлтернĕрен, тинех хаш сывласа ячĕ Нина савăккăн. — Эпĕ халь хам та мар пачах, ырă та мана, çав хушăрах хурлă та. Темле ăнкарсах çитереймен хăшкăлтăкра-ха эпĕ, Витя... Икĕ уйăхран вар çине алă хурсан та, хурса пăхмасан та, çие юлни палă-тĕлли çукрах та... Пĕлетĕп, йывăр çын эпĕ, Виталий. Çавăнла, хĕпĕртетĕр тесе, хуртартăм та аллуна пилĕк çине...
— Вăт сана ме, хĕпĕрте! Вăт, истори! Аçу-анлӳ пĕлсен, мĕн калĕ? — кунашкал хыпара илтнипе самантрах салтăнчĕ Виталий чĕлхи. — Пĕркунне, ирпе, гаража кайма тухсан, урамра тĕл пулчĕ те аçу, шăтарасла кăн-н! пăхрĕ ман çинелле. Кĕреплепеччĕ хăй. Хапха умне тирпей кӳме ун-кун тем тĕккелетчĕ. Пирус тиверттерме ыйтрĕ. Сисетĕп-ха — сăмаххи урăххиччĕ хăйĕн. Шарласса нимĕн те шарламарĕ ватти. Ну, куçĕсем вара... паян кун та çурăм çумĕнчех тирĕнсе тăраççĕ пек... Эс, мĕн, персе яман пулĕ те ăнсăртран?
Иван Гаврилович, Нина ашшĕ, утмăлалла çывхарса пыракан тĕреклĕ, çӳллĕ арçын. Иртнĕ вăрçă хыççăн та çийĕнчех таврăнайманнипе вăл авланасса та час авланайман. Çавăнпа ачи-пăчи те (хăй çулĕпе шайлаштарсан) — «вакă»: чат асли институт пĕтерсе ĕçе вырнаçни те пĕлтĕр кăна-ха — Шупашкара çĕнĕ завод тунă çĕре юлнă. Ыттисем тата иккĕшĕ, Нинăн аслă пиччĕшĕ хыççăнхисем — аплăшĕпе тетĕшĕ — пĕри Мускавра, тепри тата таçта вĕренеççĕ, яла шутсăр килсе-курăнсах тăмаççĕ, «ашшĕ кăмăлне курах тăван килĕнчен писрĕç», текелет пурне те аллакан чĕлхе. Нинăн та ялтан аяккарах хăпса тĕпленес кăмăлĕ пурччĕ пулĕ те-ха — Виталие хăратса пăрахни хупларĕ, ахăр, савнийĕ çывăхнерех пулас тесе, фермăна ĕçе кĕчĕ. Нина хыççăнхин, йăмăкĕн (пурĕ пилĕк ача Иван Гавриловичăн) — ашшĕ-амăшĕн çунатти айĕнче пурăнасси малашĕ-ха: улттăмĕш класра кăна пырать. Унччен, тутлă-и, йӳçĕ-и, кун кунла та çĕр çĕрле аçу-аннӳ килĕнче, мĕн хушнине ту, итле, пысăккисем мĕн каланине тăнла. Килĕштерет-мĕн Иван Гаврилович чи кĕçĕннине, аслисене хăтăрнă пек вăрçмасть, ятлаçмасть, пиçиххи те тутантармасть. Унтан та ытла — ним урлă-пирлĕ шухăшласа тăмасăрах хĕрачин кăмăлне уяма хыпăнать. Лешĕ мĕн ыйтать — пĕремĕк-канфет-и, çипуç-и, урăххи-и — хакне хаклашса йӳнелмест, укçине тӳрех сутуçă умне кăларса хурать: тархасшăн. Темме кĕçĕнни тĕлне Иван Гавриловиич ăшĕ-хыппи çапла? Те аслисемпе хăйне кăрарах тыткаланăран, те улттăмĕш класра вĕренекенни асси пулнăран? Пĕр те, пĕр шухăшласан, ма чăнлăхах теме май килмĕ çакна? Чунĕ çине чăлахах пусман Иван Гавриловичăнне, чухлама кирлĕ: аслисем, виççĕшĕ, пĕрре йăваран вĕçсе тухса кайнăскерсем, тепре çаврăнса килмеççех-тĕр ашшĕ килне? Ачисем те текех ĕнтĕ пĕчĕккĕ мар: ашшĕн ырă сăмаххинчен ытларах усаллине астуса пурăнаççĕ-тĕр. Нини те, пиçсе çитнĕ çырла, такам тĕлне патлатса такам йăхне ӳсĕмлетмелли хĕр-ха. Ăна та, çилли-пăшши килнĕ самантсенче, сахал çитернĕ-им «пăрăç хутаççи»? Ахăртнех, чĕринче усрать пулĕ-ха ăна-кăна та. Вăхăт çитет те, ак, ирĕк ыйтса кукленмест — тухса вĕçет. Эппин, пилĕк ача çуратнă çĕртенех ĕмĕрсем хушши мăн аслашшĕсем вĕркетнĕ тăван вучаха çапла тăрпалтайла сӳнтерсе лартмалла тет-и-ха вут-çулăм витĕр тухнă, салтакăн? Эх, питĕ хăй ăссăн тăвасса картса хунăччĕ те вăл пурнăçне — ӳсен ачисен, ав, ăсĕсем хăйсен. Нимĕç мăшкăлне курманнине, ачисен мăшкăлне курмастех Иван Гаврилович. Чунне чул хушшине хĕстерет те кĕçĕннине хăй çумĕнчен хăпăттармастех, кил-çурт вучахне уйраканĕ вырăнпе пăхса-тăнлантарса çитĕнтерет-çитĕнтеретех. Саккăр пĕтернĕ-пĕтерменех колхоз урлă пахчаçăсен çулталăклăх курсне вĕрентсе килтерет те ăна — сада. Ахаль-им садĕнче çулталăкран çулталăка тенĕ пекех çын улшăнса тăрать. Çавăнпа — йĕрки те йĕрке халлĕн çеç, кăйттăлла. Капла, Иван Гаврилович тимлесе тăнипе — яланлăха. Ĕçĕ те пулать кĕçĕннин, пурнăçĕ те. Пурнăçĕ ĕнтĕ вăл — упăшки пĕлтерĕшĕпе-ха ĕнтĕ. Упăшкине вара кĕçĕнни, Иван Гаврилович кĕрӳшĕ иккеннине, ялтах тупать. Кĕрӳшне, кирек кам ывăлĕ пултăр та — пурпĕрех киле кĕртет. Сыпăнса каять вара Иван Гавриловичăн йăх тăсăмĕ, мăн аслашшĕсен вучахĕнчен вут-шанкă пал та пал карлама тытăнать. Çук, ухмахах мар вăл текех ача-пăчана хăйне кăна шанма. Çук, тилĕ пулĕ те, пыл сĕрсе пырĕ кĕçĕннин утас çулĕ çине хӳрипе, анчах та хăйне айвана тăратса хăварма памĕ-памех, мĕн картса хунине пурнăçлĕ-пурнăçлех. Çапла, пурнăçлĕ-пурнăçлех... Ыттисем вара, ашшĕ кăмăлне йӳнеçтерменскерсем — хуть те пуçхĕрлĕ пурăнччăр! Ашшĕ пилне илтмен ачасем ачасем-и вĕсем?.. Эх, Нини вырăнне пĕрех хут арçын ача çуралмаллаччĕ вĕт те! Сăпай, лăпкă, ашшĕ каланинчен иртмест. Ун тавра, ав, Турчăка ачи явăнать-ха тулĕк. Явăл. Вăл пуçтахран нимĕн ыррине те ан кĕт, амăшĕ хăраххи. Кăтартать-ха пĕрре, ак, вăл Иван Гавриловича çĕр чăтайми намăс, йăхра-тĕпре пулманнине. Вара-и? Вара хăй мĕн тăвасса та пĕлсе пĕтереймест фронтовик. Е Турчăка ачин пуçне çапса ватать, е... Нинине мĕн те пулин тăрмаласа хурать. Сисет, сисет ват салтак чĕри: купăсне акаль мар, ахаль мар нăртлаттарса çӳрет-ха каç-каç Турчăка ачи Иван Гавриловичсен умĕнче. Ахаль мар вĕл-вĕл кăтрине вĕлкĕштерсе çӳрет...
Хăй апла-капла шухăшласа тăнă вăхăтра хĕр тăруках нимĕн те шарламаннине кура, йĕкĕт паçăрхи ыйтăвне тата тепĕр хут аса илтерчĕ:
— Эс, мĕн, ăнсăртран персе яман пулĕ теп те?
— Ăнсăртран? — савнийĕ шӳтлеменлине ăнкарнăран, ун куçĕнчен чăр-р пăхрĕ Нина. — Ман валли урăх сăмах та çук-и вара сан, Витя?
— Пур, ма çук пултăр, пур, — халех калам-и, варарахпа-и е хăвах тавçăрса илĕн, тенĕшкел, кăрарах хуçкаланса тăчĕ Виталий. — Эп эсĕ мĕн каласса кĕтетĕп-ха малтан. Аçу-аннӳ пĕлсен мĕн калĕ тетĕп, э?
— Атте-анне... Иксĕмĕр пĕр-пĕрне килĕштернине каласан, турткалашса тăмаççĕ вĕсем, пиллеççĕ, — савнă çыннине ыталама тăнă аллисене кĕлетки тăрăх лăштăр-р усăнтарчĕ хĕр. — Витя, пĕлетĕп, ывăл пулать пирĕн, ывăл. Илтетĕн-и — ывăл! Ятне те шутласа хунă ĕнтĕ эпĕ унăнне — Виталий. Ма? Пултăр ,пĕр çемьере икĕ Виталий. Пысăккипе пĕчĕкки. Чăн та, начар мар вĕт, Витя?
— Мĕн тенĕ-ха, тытман упа тирне сĕвиччен... — авмапикеннĕ турата лачăрах хуçса антарма меллĕрех сăмахсем шырарĕ йĕкĕт. — Хă, мĕнле асăрханайман-ха вара эс? Кĕркунне манăн, ху пĕлен, çара ăсанмалла пулать. Анчах та çуркунне, куçа тем сырăннăран, тантăшсенчен тăрса юлтăм. Лере унта, çарта — сахал-и, ну май-и, — икĕ çул çӳремелле-ха. Ăçта авланассисем пирки пуçа пăтратма унта. Икĕ çул хушшинче, тен, хăвăн та кăмăлу икçĕр тĕрлĕ улшăнĕ, — хĕр куçĕнчен пĕр йывăр тумлам куççулĕ пат патлатнине курсан, кару тытнă тилхепине кăшт пушатам пек турĕ Виталий. — Кайран раç, таврăнсан... куç курĕ вара...
— Чунсăр! — хĕр сăн-питне туххăмрах ӳкĕнӳ, эрлĕк сăрса илчĕ. — А эпĕ, ухмаххи, чăтрăм-чăтрăм каламасăр, кĕтрĕм-кĕтрĕм тавçăрасса... Атте-анне килĕпе сывпуллашса тухнăччĕ эпĕ кĕçĕр...
— Ăнлан: мĕн тума сана халь ача? Савăнса, çамрăк вăхăтпа киленсе юлас вырăнне! Ĕлкĕрĕн-ха кипке шăрши шăршлама... Атя, калаçар мар луччĕ ун пирки, — Виталий, лăплантарасла, Нинăна ыталама туртăнчĕ, хĕр хирĕçлерĕ. — Ну, апла-тăк, хăвăнне ху пĕл. Манăн ирпе ирех рейса тапранмалла. Унччен çывăрса канас лăртак. Эп кӳрентерес теменччĕ сана: ху эс кĕçĕр темĕскер...
— Апла калаçмастăнччĕ эсĕ маларах. Ман валли ăшă-ăшă сăмахсем те тупаттăнччĕ. Çепĕçчĕ. Кӳрентерместĕнччĕ. Кала-ха, пĕр пытармасăр, мĕн пулнă сана, Витя? — хĕрпе каччă, улмуççи айĕнчен тухса, хулран-хул çавтăнса, ялалла май утса кайрĕç. Çавăтаканни — Нина. — Е эпĕ юратмалла марах нĕрсĕр-и? Е... кам та пулин урăххи пур-и сан? Кала, ан пытар, апĕ ăнланма тăрăшăл.
— Ăнланма... Малтан эсĕ мана ăнланма тăрăш-ха. Пыран йăнкăртатса: «Е эпĕ юратмалла марах нĕрсĕр-и, е... кам та пулин урăххи пур-и сан?» Кирлĕ мар пире ача халь, илтетĕн-и, кирлĕ мар; — Кăтрипе хĕр пичĕ енне сулăнса, тем шутсăр кирлине пĕлтересле, хăвăрт-хăвăрт пăшăлтатрĕ Виталий. — Эпĕ ăна этемле, юлташла, лайăх пултăр тесе тăрăшатăп, вăл пур, итлемен ачапчалла мăкăр-мăкăр. Ну çурат, вара мĕн? Хăвăнтан култарас тетĕн-и? Кашни иртен-çӳрен: «Ав, хĕрле ача тăвакан», — тесе, пӳрниле тĕллесе кăтарттăр-и? Çу-ук,çитет манпа капла лĕпĕртетсе, — кăтрине ĕнси хыçнелле ласт сулчĕ каччă. — Ахаль те, сăмах сăвăрса, каçхи куна ир туса ятăмăр. Апла, тăнла, эппин, лайăхрах: е эпĕ, е ача... Суйласа ил иккĕшĕнчен пĕрне. Унсăрăн иксĕмĕр хушшăмăрта нимĕнле калаçу та пулма пултараймасть.
Вăт çапла, чунăм...
— Çук, килăшместĕп! — ирхи çӳçенчĕкре çирĕппĕн янăраса кайрĕ хĕр сасси, — Çĕр чăтайми намăс курам та, ачана пурнăç парнелетĕп-парнелетĕпех.
— Апла-тăк, сывă пул! — терĕ те Виталий ял вĕçне ухакан сад пахчи алăкĕ еннелле ӳсĕмлĕн таплаттара пачĕ. Нина, йывăç хушшинче çухалса пыракан çынна ни кăшкăрса тытса чарма, ни ӳлесе макăрса яма чухлаймасăр-пĕлеймесĕрех, кăвак çут хăпаракан тĕнче варринче чылайччен хытса тăчĕ. Пăртакран тин вара, çулçă варкăшĕ килсе çапсан, çĕркаç питрав вăййинчен кунталла утнă сукмакпа анаталла, фермăналла, хурлăн анса кайрĕ...
...Ача... Ак халь тепĕр путиш çавăрттарса кăларнĕ иккен-ха Виталий, утне çитмен туртине этем хĕр вăрласа кĕнĕ, лайăххине, чаплине ăмсаннă. Нинăна, мăшкăла тăрса юлнăскерне, тата çăрарах пылчăкпа шапăлтаттарма шут тытнă. Мĕнех, тытнă-тăк тыттăр ĕнтĕ, хăйĕн ирĕкĕ. Ахальтен асăрхаттарман иккен Мукуç мучи те: «Саппун кантрине салтма ăна наччас, каялла çыхма тăрас тесен вара — кантри çитмест...», — тесе. Ма итлемелле марччĕ-ши ват çын сăмахне, мĕн, чӳпĕк тултарса хунăччĕ-им ун хăлхине? Çапла çав: чавса çывăх та — çыртма çук. Халь ĕнтĕ унта текех иртнĕ ăспа пуйса лар. Маларах шухăшламалла пулнă çав, маларах... Çук, пур-пĕрех ун намăсĕ пулмасть Нина, пускас та — пулмасть-пулмастех. Ак, çитсе кĕрет те вăл яла, юлашки хут пăхса илет те Виталие, вара... Сывă пул, çут тĕнче, тăван-пĕтен, Анат Сăрмăшпа Тури Сăрмăш!...
Ах, мĕн тери уйăрăлса каясси килместчĕ унăн çакă çутă тĕнчерен, çак илĕртӳллĕ те тем анлăш чĕрене савăк çӳçенчĕк сăрхăнтаракан ытарайми кăваклăхран. Питрав хыççăнхи каçсенче те вăл пуртăпа ним хĕрхенми лачлăттарнă сĕткенлĕ хурăн вулли пекех хӳхлевлĕ марччĕ-ха, савнă çынни пырса каçару ыйтасса, ашшĕ-амăшĕ умнее чĕркуçленсе пил илтессе, туйкĕреки хушшине ларса курасса хытă-хытă ĕненнĕччĕ, питĕ-питĕ кĕтнĕччĕ. Темле пĕçерте-пĕçерте пăрахакан е сулчăлатакан-лĕпсĕрлетекен пушăлăхра пурăнса ирттернĕччĕ хĕр çав вăхăта. Шухăш шăнăрне шатăрт тĕвĕлеме, пăркăчласа хума ниепле те хал çитерейменччĕ. Малтанласа Виталисем патне кайса тĕтĕрес, лешсем хăваласассăн та — унтах ларса юлас шухăшĕ те çук марччĕ Нинăн, анчах та калла сĕмсĕрленни калама çук ăссăрланнине чухласа илчĕ те, тутине, юн тухасла, шатăрт çыртрĕ: тăнне куллен-кун пăраланăçемĕн пăраласа пыракан шухăш шурлăхне татах та тарăнраххăн пăчăртатса анса кайрĕ. Эппин, тем тери такăнса ӳкес мар тесессĕн те, пӳрнинчен иртейместĕнех иккен пăрăнса. Эппин — яланлăх çухалу, вилĕм... Никамшăн та ӳпкелешмелле пулмĕ капла. Хăйшĕн те, хăй ăшĕнче ӳтленекен ачишĕн те. Виталишĕн пушшех те! Тăруках, туххăмрах, пĕр самантрах пурте хăй виçине кĕрсе ларĕ: Нина хăй валли хăй суйласа тупнă хурлă хыпăнчăк та, никамăн хуйхи-суйхине ăнланма тăрăшман шелсĕр çут тĕнче те. Пурте, пурте сасартăках, тăнчах, ĕмĕрлĕхех хăй вырăнне вырнаçĕ... Никам та ĕсĕклесе макăрмĕ уншăн, никам та куççульпе ӳкĕнмĕ. Ашшĕпе амăшĕ те, ăнсăрт инкекпе сасартăках сăнсăрланнăскерсем, кулянĕç-кулянĕç те пĕр кана, çулсем иртнăçем, вĕсем те килтерĕшĕн кулленхи вак-тĕвекĕ хушшинче пӳкле вилĕмпе çĕре кĕнĕ ăнăçсăр хĕрне манăçа кăларĕç, хушăран кăна, эрленсе, хаш сывлакаласа аса илкелĕç. Çут тĕнчене йĕр хăварма килнĕ Нина ятлă этемĕн вилтăприйĕ те вара кашни çулах курăкпа кĕççеленсе, пусăрăнса пырĕ. Пĕтĕ, çĕтмеллипех çĕтĕ вара хĕвел ăшшинче нумай-нумай кунсемпе çулсем ырă курса пурăнма пултарнă вăхăтсăр татăлнă илем, пурăнан пурнăçра кашнин ятне пĕррерĕн пĕрре кăна, мĕл-л хыпса йăлкăшакан вăрттăнлăх çути — кĕтрет...
Нина вăрман çулĕпе, хир-хир урлă танккаса ял пуçне çитнĕ çĕре укăлчари халăх саланма та тытăннăччĕ ĕнтĕ. Çара каякансене ăсатма тухнисем, çывăхах мар тăванĕсем, пĕрер черкке лекнисем те, лекменнисем те, килĕсене тапранма, ушкăнран аяккарах сирĕлсе тăрса тухнăччĕ. Ку ĕнтĕ: «Таччăнрах курса юлăр пĕр-пĕрне, ыталашăр, каламаллисене каласа пĕтерĕр, мирлĕ вăхăт пулин те, тата хăçан тепре курнăçасси пулать-ха», текен ăшхыппи саманчĕ. Йăли тахçан-тахçанах çавнашкал ялйышăн, Тăван çĕршывăн хуралне кӳлĕнме ят тухнă каччăсене вăл кашни хутĕнчех укăлчана пуçтарса пил парса ярать: «Аслаçăрсемпе аçăрсен сумне яланах çӳлте тытăр, ырă ятпа кайса ырă ятпа таврăнса килĕр»...
Кунтах, салтак ачисене район военкоматне леçме ятарласа уйăрнă çăмăл машина таврашĕнче, Виталий амăшĕ, Хвеччис та, кускаласа çӳрет. Ывăлне пĕрре пĕр енчен, тепре тепĕр енчен пыра-пыра темĕскер тек тăнлантарать, тек тăнлантарать вăл. Ашшĕ, Кули, ушкăн хушшинче курăнмасть. Ахăртнех, «лавне» ытларах тӳпеленĕ пулмалла та, ĕнтĕ укăлчана та тухайман-тăр лешĕ.
Илемлĕ сассипе çăмăл машина хыттăн, вăрăммăн кăшкăртса ячĕ. Ку ĕнтĕ вырнаçса лармаллине, тапранма вăхăт иккеннине пĕлтерекен паллă пулчĕ. Çакна çеç кĕтнĕ тейĕн Нина. Вăл, темле çавраçил тапса-вăйкăнтарса, хăпартнăн, машина сырса илнĕ ушкăн патне ыткăнса çитрĕ те, унти çынсене тĕккелесе-хиркелесе, Виталий умне пырса тăчĕ. Ăна, тутăр çыххине амăшне лама ĕлкĕрнĕскерне, мăйĕнчен уртăнчĕ. Чăтаймарĕ хĕр, те чун савнийĕпе уйрăлас самант çывхарнипе, те ăшĕ-чикки кӳтсе-кӳтсе килнипе, сасăпах ĕсĕклеме тытăнчĕ. Шултăра та вĕри куççуль тумламĕсем хăйĕн сулхăнпа ĕнтĕркенĕ питçăмартийĕсене ăшăтнипе пĕрлех, йĕкĕт питçăмартийĕсемпе тутине те пĕçертрĕç, тăварлатрĕç. «Чунăм» тенисĕр пуçне нимĕн те калаймарĕ хĕр, пĕр саманта куççульпе тăварланнă тутипе каччă тути çумне вашт çыпçăнчĕ те, пуçне пĕксе, ушкăн хушшинчен тухса утрĕ. Виталий «Нина» тесе хыттăнах мар чĕнсессĕн те, каялла çаврăнса пăхмарĕ, паçăр килнĕ çулпа малалла ӳсĕмлерĕ.
Хвеччис, çын çинче яланах япшар чĕлхеллĕ Хвеччис, Нинăн кунашкал «сĕмсĕрлĕхне» кура, нихçанхилле мар вăрçса-тулхăрса юлчĕ. «Ха, курăр-ха эсир ăна, курăр! Хăйма ăшне чăмнă кушак амилле, ме сана — ман ывăл мăйĕ çине. Ним намăс-симĕсе те пĕлмеççĕ вĕт. Ха, курăр-ха, курăр. Упăшки пек — тăп-тăр кăнтăрла, пĕтĕм ялйьш умĕнче. Тьфу!» — çайла алапашланчĕ унăн йĕплĕ сăмаххи. Хыçран тата, ывăлне усал ан ертĕр тенĕн, куркапа сăра чашлаттарчĕ: «Килме килпетне тулрăнтăк, кайма та калшне тутан», — тесе, чылайччен лăпланаймасăр чашкăрчĕ.
Ахальтенех вĕриленмерĕ-тĕр Хвеччис: хăлхине кĕнех ĕнтĕ унăнне те ывăлĕпе Нина хуткупăс нăйлаттарса çӳренисем. Çавăнпа тулхăрчĕ те вăл халь тулхăрмаллипех. Çитменнине тата, виçĕмкун каç Дина кăтартса хăварнă пăтăрмахлă мăшкăл та чĕри тăлне йĕп пек тăрăнтарса ыраттарса тăратчĕ-ха кăра хĕрарăмăнне. Çавăнпа ятлаçу-вăрçу сăмаххи те çăра тĕтĕм пекех палкаса тухрĕ ун çăварĕнчен.
Виталий, амăшне хăй çумне чăмăртаса, аллипе çурăмĕнчен тепĕр хут лăп-лăп тутарса илчĕ те юратнăн, ытти салтак ачисемпе пĕрле «Волга» машинăна кĕрсе тӳнчĕ.
Çăмăл машина, вырăнтан тинех тапранма пӳрнишĕн хĕпĕртенă евĕр, витере тăрса йăлăхнă урхамах ирĕке çăлăнса тухнăн, такăрлатма ĕлкĕрнĕ шăн çулпа тӳрех утвитĕн тапса сикрĕ.
Сăрта хăпарса куç анинчен çухаличченех пăхса, алă сула-сула ăсатса ячĕ ăна ялйыш. Куç алинчен çухалсан, кам ăçта — çавăнталла саланса пĕтрĕç.
...Кунĕ паян, ятне пекех — тăвăнчăк. Ăмăр. Халь-халь тӳпе маччи çĕре лӳшлетсе анасла — пĕлĕтлĕ. Ир-кӳлĕм, кĕтĕве клевер çине хуса тухнă чух (шăнтсан, колхоз çулсеренех ĕнесене кунта хуса тухать çитерме, мĕн юр ӳкичченех вĕсене çавăн валли ятарласа тунă çурма ăшă хуралтăсенче пурăнтарать) — уяртаслаччĕ, вичкĕн çил кастара-кастара вĕретчĕ, пĕлĕтсене, ĕнер анчах йĕс ывăс пек курăнакан хĕвеле паян та часрах курăнтарма, хăяматалла татти-сипписĕр хăвалатчĕ. Каç-кӳлем, ак (ĕнтĕ клевер çинче çӳресе тăраннă ĕнесене те паçăрах хуралтăсене хăваласа таврăнса хупрĕç пуль, кĕтрĕç-кĕтрĕç пуль те Нинăна тантăшĕсем каçхи сăвăма та хăйсемех суса пĕтерчĕç пуль), çил лăпланнăçемĕн лăпланма тытăнсан, чĕрери пур пек шанăçа та сивлекпе пусăрăнтарса, тӳпе тăрри çăралнăçемĕн çăралма, пушшех те чунсăрланма ташратрĕ. Пĕтĕм тавралăх, лăс-лăс пĕлĕтпе тата каçхи сĕмлĕхпе çăмламасланнă вăрман, темле тӳлек те ăшăнкисĕр чĕмсĕрлĕхе путрĕ.
Юнашарах Ваттал кӳлли хуралса выртать. Унăн сăнĕ — пысăк-пысăк тĕм-хура куç. Çийĕ — çыраналла хӳтлĕх шыраса чупакан хумлă-хумлă пин-пин кăтра. Таçта çакăнтах, çывăхрах, Ваттал чунĕпе Явраç чунĕ ĕсĕклеççĕ пуль. Тен, каç чаршавĕ хупăрласса кĕтсе илеймесĕр тунсăхласа çитнĕскерсем, тухнă та пуль ĕнтĕ кӳллĕн тепĕр хĕрне тĕлпулăва. Ав, темĕскер хуралнă пек те, шуралнă-пек те туйăнать лере. Ав, ахальтен-им калама çук шăпăрт та шухăшлă Явраç кати. Шухăшлă та хуйханчăк... Телейлĕ мăшăр! Ĕмĕр-ĕмĕр пĕр-пĕринчен уйрăлман, ĕмĕр-ĕмĕр пĕр-пĕрне савса пурăнакан савнисем! Телейсĕр шăпине телейлĕ тунисем... Нинăн çеç ĕнтĕ тахçан-тахçанчченех, çынсен асĕнчен тĕссĕрленсе пĕтичченех, хăраххăн, тăр пĕчченех хуйханса, мăшăрне çухатнă хуракăшла хурлăн кикаклатса, çаврăнса çӳремелле пулать ĕнтĕ Ваттал кӳлли хĕрринче, Явраç катинче. Тахçан-тахçанчченех, ĕмĕр-ĕмĕрех... Пиншакне хывса хучĕ Нина, тутăрне салтрĕ. Тутăрне, пурçăнскерне, çурмаран чар-р çурчĕ. Пĕр пайне кутамас вĕренен алă тăсса çитмелли тапчам тураттинчен йăлмак туса çыхрĕ. Тепĕр пайне, пуç кĕмелĕх шайлаштарса, ун витĕр кăларса тепĕр йăлмак тĕвĕлерĕ. Туртса пăхрĕ: çирĕп, шанчăклă, вĕçерĕнсе каймасть. Пуçне мăйкăча чикиччен, хăй кĕлеткипе яланлăхах сывпуллашнăн, ури хырăмне, çӳçне, питне, кăкăрне хыпаласа пăхрĕ; варĕ тĕлне сĕртĕнсен, кăвар пек пĕçерекен алли унăн, тăвайккинчен хăпарма хал пухайман çулçӳренле, тăнк чарăнса тăчĕ кĕтмен çĕртен. Чаш-ш вĕтелесе кайрĕ ун ăстăнне шухăш: ача! Янк уçăлса кайрĕ хĕр умне ачалăхри пĕр ӳкерчĕк.
Тутине çĕвĕклетиччен пӳрнине суранлатса пурнăччĕ-ха вăл малтан...
Амăшĕ, хиртен таврăннă та, яшка пĕçерет, Нина та амăшĕ çывăхĕнче кăптăрмашланса çӳрет — унта пырать, кунта, ăна тытса пăхать, кăна. Пĕр пилĕксенчеччĕ-ши, улттăсенчеччĕ-ши вăл ун чухне, амăшĕ аш татăкĕ илме нӳхрепе аннăччĕ те, çав хушăра (пулăшам терĕ
пулмалла çав ĕнтĕ) шуратса хунă пуçлă сулана пуçларĕ пĕли-пĕлми турама хайхискер. Кăшт-кашт туракаларĕ-и-туракалаймарĕ-и — лачăрт тутарчĕ вичкĕн çĕçĕ хĕрача пӳрнине. Туххăмрах çурри таран касăлçа та кĕчĕ. Вĕри шывпа чашлаттарнăн, шари çухăрса ячĕ хăраса ӳкнĕ Нина. Кĕл пек шуралса кайнă амăшĕ чупса çитрĕ, мĕн инкекне чухласа илсен, саппун аркине чар-р çурчĕ те, татăкĕпе юнлă пӳрнене хăпăл-хапăл туртса лартрĕ. Унтан, ачине йăтса, фельдшер пунктне, суранне çыхтарма тухса чупрĕ. Йод сĕрсе çыхтарса пĕтерсен, киле килме тухсан, амăшĕ нăшăкласа чарăнман хĕрне çурăмĕнчен ачашшăн шăла-шăла çупăрласа, йăл-л кулса каларĕ çапла: «Лăплан, Нинукăм лăплан, качча кайиччен тӳрленет у», — терĕ.
Качча кайиччен...
Каллех Нина куçĕ умĕнче тепĕр ӳкерчĕк курăмланса иртрĕ. Ку — ачалăхри ӳкерчĕк мар ĕнтĕ, хальхи, тинтерехри, никам йăпатса никам пусăрăнтăрма май çукки, чи-чи-чи телейсĕрри. Куç умĕнчи ӳкерчĕкĕнче те никам та мар халь — пĕртен-пĕр хăй, хĕрĕн пĕртен-пĕр тăвăллă явапĕ. «Эпĕ хам ăшăмри ачана тĕлерессе кĕтетĕн пулмалла та эсĕ, кĕтсех тăр — вĕлертĕм, тет. Чĕрĕлле тамăка шăтарса кĕретĕп те — сан мăшкăлу пулмастăпах. Çурататăп эпĕ ăна, илтетĕн-и — çу-ра-та-тăп. У-у, Турчăка!» — Нинăн тĕлĕрекен ăстăнне вăратасла, таçта, пуç мимин темиçемĕш читлĕхĕнче, вăйсăррăн пан та пан панлаттарчĕ çак явап. Анчах та ку сăмахсем, эрнесем, уйăхсем иртнĕçемĕн, суккăрланса, тĕссĕрленме те тытăннă иккен. Тарнă вĕсен ăшши хĕр чĕринчен, тĕвĕленсе çимĕç кӳме ĕлкĕричченех пăсланса пĕтнĕ...
Пĕтнĕ!?.
Сасартăках кĕпе вĕççĕн тăракан хĕре сивĕ-сивĕ пулса кайрĕ. Пĕтĕм кĕлетки тăрăх унăн, йĕплĕ пăрçа ывăçласа пĕрхĕнтернĕн, йышлă-йышлă çӳçенчĕк сапаланчĕ, куçрĕ. Хĕр, те шикленсе, те пикеннĕ лăп-лапа часрах вĕçне çитерме, кăн-п пăхса илчĕ йăлмака; тутăр чăмăртаннă вырăна аллипе тайтарса пăхрĕ... Акă ĕнтĕ вăл — пурнăç карчĕ, çут тĕнче шухăшласа кăларнă? вĕçсĕрлĕх. Тăс кăна аллуна, кармаш кăна туратпа тан мăйкăча — эсĕ ĕнтĕ яланлăхах лере — халь курса тăракан, сисекен, туякан пурнăçăн тепĕр айккинче. Вĕçсĕрлĕх тыткăнĕнче. Шăмшак та, ăстăн та ыратман пушăлăхра.
Ача... Сивĕ пулать ĕнтĕ ăна, мĕскĕне, шăн тăпра айĕнче выртма. Ут кĕрсе çитмен ӳчĕпе тек-текех тĕршĕнĕ ĕнтĕ вăл ман çума, чун кĕрсе çитмен чунăпе тек-текех ăшăтĕ ĕнтĕ ман чуна. «Анне, аннеçĕм, тĕттĕм мана кунта, тĕттĕм, тăвăр мана кунта, тăвăр, кăлар мана çутта, ирĕке», — тесе тилмĕрмĕ-ши тумламалăх та тулма ĕлкĕреймен куççулĕпе. «Хĕвел йăлтăртатнине, уйăх кĕмĕлленнине курас, çумăр ташланине, çил кашланине илтес килет. Тархасшăн, аннеçĕм-анне, кăтарт мана кăнтăр çутине», — тесе тархасламĕ-ши йăлăнса? Е тата: «Ма вĕлертĕн мана, анне? Нивушлĕ эпĕ саншăн ытлашши татăк пулнă пулăттăм-ши? Мана çут тĕнче парнелемесĕр катĕртсе, хăвна икĕ хут вĕлертĕн вĕт эсĕ, анне. Ылхан сана, анне, çавăншăн, çĕр чăтайми ылхан. Кӳр-ха, кӳр, атя чăн тĕнчене хăпарар!», тесе, тĕк выртакан кĕлеткеме те урлă та пирлĕ çавăрса, хăшкăлтарса, асаплантарса пĕтермĕн-ши эсĕ манăнне? «Аçу, аçу сан юратнă аннӳне нимĕн вырăнне те картмарĕ-çке. Ĕмĕтленес ĕмĕтне те купăста тунине тӳнтернĕ евĕр лачăрах качлаттарчĕ, таса вутпа çунакан чĕрен хĕрхĕлтĕм кăварĕ çине витри-витрипех мăшкăлтăк шывĕ чашлаттарчĕ, сӳнтерчĕ ырă шанăçа», — тесе, ача умĕнче тӳрре тухма тытăнсан хам, ун тĕлне ӳлĕннĕ çылăхăма май пур таран йăвашлатма пикенсе пăхас тесен? «Эй, мĕн калаçатăн эсĕ, аннеçĕм-анне. Тархасшăн, ан хурсам чуну урлă чул. Ан тĕлĕнтер-ха эсĕ: ача çуратни çылăх-и? Тĕнче çутине тăсакан тĕнчене килни мăшкăл япала-и? Çук, çук, эсĕ ман пирки мар, ытларах хăв пирки шухăшласа килпетсĕрленме пикеннĕ пулмалла. Ман пирки чăнласах шухăшласассăн-и?.. Эсĕ, каçхи сада янраттарса, пĕтĕм тавралăх илтмелле: «Тĕнче парнелетĕпех, тесе шантарнăччĕ-çке мана. Халĕ ма ăссăрланатăн? Ма хăв çине ху алă хурас тесе вĕтеленетĕн? Атте-и?.. Унăн хăйĕн пурнăçĕ, пирĕн хамăрăн. Тархасшăн, аннеçĕм-анне, кăтарт мана кăнтăр çутине. Тăна кĕр!» — тесе, йĕплĕ хулăпа ĕшелентерме тапратрĕ-тĕк çине-çинех?.. Пĕтĕ вара пĕтмеллипех тăпра айĕнчи лăпкăлăхăм, арканмаллипех арканĕ канлĕхĕм. Чĕрене, ăса, ӳте, чикен чикнĕ пек чиктерсе, пĕртен-пĕр ӳкĕнӳ туйăмĕ çеç тăрса юлĕ ăшăмра. Урăх нихăçан-нихăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрне те тӳрлетме май килмен ӳкĕнĕç туйăмĕ пăвăнтарĕ.
Пусăрăнсах çитрĕ Явраç кати: сĕмлĕх çăралнăçемĕн çăралчĕ, йывăçсем татах та чĕмсĕрленчĕç. Пуç тăрринчи пурçăн тутăр йăлмакĕ çеç, çак çаврашкара çеç çăлăнăç пур пек, çав-çавах шуррăн ункăланчĕ-ха. Нина:
«Эй тамаша, çутă кунра çук чунпа пуплеше пуçларăм. Аташатăп, ăсран тайăлтăм пулмалла. Мĕн тăсмалли, часрах пĕтерес ку ĕçе», — тесе кармашнăччĕ кăна туратран çакланма, çав хушăра ун çурăмĕ хыçĕнче çын сасси илтĕнех кайрĕ.
— Мĕн тăватă-н эс, хĕрĕм, чарăн! — хĕре сылтăм хулĕнчен пырса та çатăрларĕ Мукуç мучи. — Шĕшлĕ!.. Çапла хăтланаççĕ-и ăна, ăссăр! Сана, мĕн, пурнăç пурăнса йăлăхтарчĕ-и е шӳтлемелле-мĕнле хăтланса пăхас терĕн-и? Асту, шӳтлеттерет сана мăйкăч! Пĕрреçаклайсан — месерле яла çитичченех вĕçертмест...
Ватă çын, шăлавар кĕсйинчен хутлатмалли пекĕ кăларса, йăлмака касса ячĕ, ăна чăмăртаса, тăнă çĕртен аяккалла вăркăнтарчĕ:
— Куçа тăрăнтарса ан тăтăр! — çĕрте выртакан пиншакне илсе, Нинăн çурăмне хупларĕ. — Атя, атя! Шăнса пăсăлăн тата. Çанталăкĕ те кĕçĕр...
Нимĕн те хирĕçлемерĕ хĕр, Мукуç мучи сулăмĕпе урисене вăйсăррăн шутара-шутара утрĕ.
— Сиснĕ пекех: иртенпех кăкăр анинче паян — нăй-нăй. Ну, тетĕп, инкеке! — сехĕрленнине лăплантарасла тата Нинăна, чĕлхесĕр чĕлĕхе, сăмахлаттарасла, чĕрĕлчĕ старик. — Кăнтăрла та иртрĕ, каçхи сăвăм та çитрĕ — эс çук та çук. Ну, тетĕп, тавай, хирĕç тухса пăхас. Тухрăм. Кĕтетĕп хайхискер. Тăтăм-тăтăм вăрман хĕрринчи уйри çиле тăнласа, шăннă пек пултăм-и — каялла. Чăтлăхалла пăрăнтăм кăна — курах кайрăм санăн шап-шур кĕпӳне. Сăнама тытăнтăм. Ну, тетĕп, мĕн хăтланать-ха ку, мĕн апăршипе аппаланать? Шухăшна епле тавçăрса илтĕм — шанках хырăм çавăнта, — тилĕ ӳслĕкĕпе, ĕххĕм-кеххĕмлетсе, çăварĕ ăшчиккине чӳхекелерĕ Мукуç мучи. Сассине çемĕçтерчĕ. — Шĕшлĕ! — тавçăрчĕ курăнать ват çын хĕр вăрттăнлăхĕн инкек-синкекне. — Савăнмалла сан уншăн, тупата!.. Ыттисем, ав, хăшĕ-хăшĕ, çав инкеке тупасшăн хĕлĕн-çăвăн пульницан-пульницан çӳреççĕ, эмел ĕçсе сипленме тăрăшаççĕ. Эс пур... пӳрнĕ телее сума сума чухламастăн. Атя-ха, атя, хам пата, хурал пӳртне, ăшă сĕт ĕçсе ăшăнăн. Сыппа пырĕ. Ĕнтĕ дояркăсем те, хĕр-тантăшусем, сана кĕтсе, паçăртанпах лара-тăра пĕлмеççĕ. Ара, хăв та ним систермесĕр-тумасăр тахçанччен çĕтсе çӳретĕн те. Эх, сире те çав, ăну-пуçу... Эх, сире, тепĕр чухне ним каласа сăмах тупмалла мар...
Хурал пӳрчĕ патнелле çывхарарахпа, Нина чарăнса тăчĕ. Пиншакне тăхăнчĕ, сапаланчăк çӳçне майларĕ.
— Мукуç мучи, тархасшăн, хĕрсене нимĕн те ан кала. Юрать-и, — тилмĕрсе пăхрĕ вăл сывлăхланма ĕлкĕреймен куçĕсемпе старике. — Эп, яла кайса, шăнсă пăсăлса килтĕм, тейĕп...
— Юрĕ-çке, юрĕ, каламăп. Хăв çеç ӳлĕм ăслăрах пул, — хĕрĕн чĕлхи-çăварĕ салтăннишĕн хĕпĕртемеллипех хĕпĕртерĕ ват çын. — Пире мĕн, эпир ватă, сĕткенсĕр тымар. Сирĕн, вăт, пурнăçа малалла тăсмалла... Эй, атя-ха, атя, эс капла, чăн та шӳтшĕнех шăнса пăсăлăн.
6
Сайра тăман юлхавлăн пĕтĕрĕнет. Çăмламас юр пĕрчисем, тӳперен валеçекен Юрпике кучченĕçĕсем пек, çĕр çине стайлăн та тарават ана-ана лараççĕ. Вĕсен лăпкă-лăпкă та чĕлтĕр-чĕлтĕр вĕçевĕнче чĕрене темĕнле çывăх та ырă-ырă ĕнернĕ кĕвĕ пур. Çав кĕвĕ, тин çеç сĕткен янă калчалла, çĕнĕ-çĕнĕ те шутсăр çамрăк. Уçлăх анлăшĕнче куçа шăнăçакан тем тăршшĕ хир те, ун ытамĕнче ытлăхлăн тĕлĕрекен унчченрех лăпчăннă хумлă-хумлă юр та, халь-халь сăмах хушса калаçма пикенес шăплăх та — пурте, пурте вĕсем çак кĕвĕ асамлăхĕпе витĕннĕ, пурте вĕсем çак чипертен те чипер çĕнĕлĕхе ӳпĕннĕ. Каç енне сулăнма тытăннă кун та çав кĕвĕ тыткăнĕнче. Тĕрĕсрех, çав кĕвве пуçараканĕ ĕнтĕ вăл, вăйă пуçласа калаканĕ, дирижерĕ. Кунĕ вара, чăн та, ытармалла мар ăшă та лĕм çилсĕр паян. Кунашкал çанталăкра пĕртте вилĕм çинчен мар, пурнăç çинчен çеç шухăшлас килет...
Матвипе Кĕçение лартса килнĕ автобус вĕсене ялне каякан çул хĕррине антарса хăварчĕ те хăй еккипе малалла вĕçтерчĕ.
Кĕçени, Шупашкар больницинче операци хыççăн уйăх çурра яхăн выртса хăрушла хухнăскер, юр тăрăх пĕр-икĕ утăм ярса пусрĕ те çăматтисемпе (çăматтисене, тухмалли хыпарне пĕлсен, Матви хурса пынăччĕ тĕп хулана), чарăнса, умри çутçанталăка тăранайми сăнарĕ.
Акă вăл хăнăхнă, ытарайми тăван ял (халь ĕнтĕ, кунта пурăнма тытăннăранпа, упăшкин çĕршывĕ те уншăн тăванран та тăван. Хăй вăл тури чăваш — вирьял таврашĕсем), хурăнташланнă сывлăш. Сипетлĕ иккен эсĕ, куççульпе, тăварлă ĕçпе сĕткенленнĕ хура тăпраллă çĕр! Кăкăрна канлĕн хупăрлакан капламлă юр айĕнчен те, ав, сăмсана епле кăтăклантарса антăхтарать сан шăршу. Кулачă шăрши пек, капăртма шăрши пек ăша-чикке вăрккаттарать ытлăхлă имӳ. Тав сана, чирлешке çынна та туххăмрах чĕрĕлĕх вĕрсе кĕртме нимĕскерне те чĕптĕм хĕрхенмен хăватлă уй-хир, тав сана, ачам-пăчама хĕвел хĕлхемĕ парнеленĕ ен!
Матви, Кĕçение хулĕнчен тĕревленĕскер, йĕри-тавралла пăхкаларĕ: кам та пулин кĕтсе илме тухакана шырарĕ.
Елькка, лашине посадка хĕррине тăратса паçăртанпах çул енне тимлекенскер, Матвипе Кĕçени автобусран аннине асăрханă-асăрхаман, утне вулăран кăкарса хăварса, вĕсем патне хыпаланчĕ.
— Ак, çитрĕç те, — тăванĕсене курнипе тăнăçланнăран, сасăлах каласа ячĕ вăл ку сăмахсене. Пырса, иккĕшне те алă пачĕ. — Чиперех-и?
Çапла каларĕ те чĕлхи вĕçĕнчен вĕçерĕнсе сирлĕнĕрен хăй вăтанса, аванмарланса ӳкрĕ: айпатурах, кам ку — Кĕçени-и, урăх хĕрарăм-и? Каясса тулă кĕлти пек айрĕ те, таврăнасса — хурхух...
— Лаша, ав, çавăнта, йывăç хӳттинче тăрать... Кĕçени, уринчен пĕрер пăт кире пуканĕ çакса янăн, хуллен утать, Матвипе Елькка ик айккинчен тытса пымасан — кĕптĕрт тӳнсе те каять пуль. Куç лупашкисем путса кĕнĕ пулин те, шалти вучĕ ĕлĕкхиех-ха Кĕçенин. Çын çине тиикерсе пăхас витĕмĕ йăваш та ырă, ăнăçлă...
— Чăрмавлă та, ан çиллен ĕнтĕ, Елькка кума, — çамрăк çĕртенех тантăшĕшĕн çакă пулма тивнĕрен, пăшăрханмаллипех пăшăрханчĕ Кĕçени. — Ял сывлăшĕпе, тен, килйыш çывăхĕнче, самайланăп-и-ха-та пăртак... Автобусĕпе те, ларкăчĕ çемçе тĕ — çулĕ инçе-çке...
Сасси те хăйĕнех. Кулянтаракан, хĕрхентерттерекен сас.
— Мĕнле, ачасем тĕрĕс-тĕкелех-и? — пуçне Елькка еннелле сĕлтрĕ Кĕçени. — Чупаççĕ-и?
— Чупаççĕ. Пурте йĕркеллех. Нихăшĕ те чирлемен. Хам та, Матви кум Шулашкара кайнăранпа, унтах çĕр каçрăм тăватă каç, — талтаса хытарнă çулпа Кĕçение лаша тăракан çĕрелле сулăнтарнă май сăмах евĕкне кӳчĕ Елькка. — Ара, Дина хыт тăрăшса пăхать мар-и пĕчĕккисене, апат пĕçерет, кĕпе-йĕм çăвать, кил-çурт тирпейлет, шкула ăсатать. Выльăх-чĕрлĕх таврашĕнче те вăлах ĕлкĕрет. Маринки кунĕн-çĕрĕн манпа. Пĕрехмай: «Анне хăçан таврăнать?», — тесе ыйта-ыйта хăшкăлтарать... Çук, çук, Кĕçени кума, нимĕн чухлĕ те ан пăшăрхантар хăвна, унта — пурте йĕркеллех.
— Хăй епле-ха, Дини? Лăплансах çитрĕ-ши-ха? Хам та, çав ирхине, ухмахла, калаçса чуна пусараймасăрах, тухса таплаттартăм Шупашкарне ӳппĕн-теппĕн. Урăх кун çук, пек, — юр тӳлеклĕхĕнче ӳкĕнĕçлĕн сăрхăнчĕ Кĕçени сасси. — Турчăка ывăлĕ, Виталийĕ, каллех, çара лекеймесĕр, Канашран каялла таврăннă, тет-и?..
— Тав-рăн-нă! — Турчăка ачи темиçе пикенсе, те салтак шутне кĕрейменрен йăлт хисепсĕре тухлăн, сылтăм аллине лашт сулчĕ Елькка. — Каласса татсах калаймастăп та, анчах çавăнтанпа, хĕр вăрлани пекки тӳлтӳкленсе иртнĕренпе, Дина пат та пат клуба çӳремест, урам таврашне те тухмасть. Сарса хунă шурă хучĕ çине тек сăрлать, тек сăрлать. Ара, Матви те пĕлтермесĕрех тăмарĕ пулĕ-ха сана ăна-кăна?..
— Алла аван-ха. Аттуш, шухăшласа, йăлт ăш тăпăлса тухать вĕт. Ара, вунçиччĕре-çке хĕрĕ, текех сĕм-сĕмекке мар та — пурпĕр таканари шыв. Чӳхентертĕн — тăкăнать, — самантлăха, сывлăш çавăрса илмелĕх, каллех тăп чарăнса тăчĕ Кĕçени. Пăртакран, кăшткалнипех вăй кĕнĕн туйăнсан, каллех малалла утăмларĕ. — Мĕн, шкулне те пĕр эрне çӳремен, тет-и-ха? Эх, çав ача-пăчана! Чăн та, пĕчĕк чух пĕчĕк хуйăх, пысăклансан пысăк хуйăх иккен...
— Халь — чиперех. Кăшт сулхăнтарах кăна. Сăмахне те вакласах каймасть. Унчченрех, ыйтсан-ыйтмасан та — веç каласа параканччĕ. Ха-аль — хăть те сăмала пек çыпçăн — лӳ те çук, — калаçа-калаçа çуна патнех çитсе тăчĕç вĕсем. — Тата, тата... Турчăка ачи хуй-хатиччен Динăл пыман кунĕ те иртместчĕ пирĕн пата. Халь, ятарласа чĕнсен те, пăрăнса кĕмест. Тĕк тăран тем амакĕ арпаштарса ячĕ ăна çапла. Тĕпчетĕл те — шарламасть, шăпăрт. Эпĕ, ăна, мĕн, сивĕ сăмах персе ярса кӳрентернĕ-и? Пытăр, çӳретĕр. Хĕреснай хĕрĕ вĕт. Хамăр тăван. Те учительтен, Андрей Ваеильччăран, вăтанать...
Тăлăп та хурса килме ăс çитернĕ иккен Елькка: пит те лайăх. Ăна, тăп-тăплатса, çуна пуçне сарчĕç, ун çине, пуçелĕкне улăмла нăкăлатса, Кĕçение асăрханса сĕвентерчĕç. Елькка лаша çурăмне витнĕ чаппана сӳсе юртан лăстăртаттарса тасатрĕ, унла, ăшăрах пултăр тесе, Кĕçени урисене чĕркерĕ. Тилхепине Матви тытрĕ. Хăйсем вĕсем, Ельккапа Матви, çуна вĕçне, ӳречен икĕ айккине, пушă вырăна вырнаçрĕç.
— Но, атя, яра пар, — тапранма хистесе, лашана тилхелепе кăрт-карт паллă пачĕ арçын. Лаша, те тинтерех çӳретме вĕрентнĕрен, тăнă тĕлтенех кăр-р çаврăнчĕ те, чăл-чал пăхкаласа, килнĕ çулпа килелле май тӳрех юртăпа чĕвĕнтерме тапратрĕ.
Те автобус лăнкăр-лăнкăрĕпе ĕшеннĕрен, те Ельккапа сăмах вакласа халсăрланнăран, те çывăх кил ăшшине сиснĕрен, çийĕнчех куçне хупрĕ Кĕçени, упăшкипе кумăшĕ лупленине тăнлакаласа, лăпкă тĕлĕрĕве путрĕ.
Кунтан, аслă çул хĕрринчен, Анат Сăрмăша çитме вунă çухрăм. Каймалăх та, сĕнксе илмелĕх те пур-ха вăхăчĕ. Калаçас тесен — калаç, шухăшлас тесен, шухăшла. Хирĕ — анлă, килĕ çывăх мар.
— Чылай кĕтсе тăтăн-и пире? — чĕнмесĕр пыма аван мартан чĕлхине салтрĕ сăмаха кивçене кĕрекен Матви. — Хулинчен те час пуçтарăнса тухаймарăмăр та. Юрать, кунĕ канмалли кун тĕлне пулмарĕ, атту ларса та килейрес çукчĕ пуль. Халăхĕ-ĕ вокзалра... Çапса хĕнĕ пек...
— Эп тухасса та çапла тесех тухнăччĕ, кăсем кăнтăрла тĕлĕсĕр пăрăнкăçа çитеймеççĕ-ха, тесе, — Матвин çăра сухалпа сăмалаланнă янахĕ çине вĕлт куç ывăтса илчĕ Елькка. — Лашана тăратса умне улăм пăрахса патăм кăна — антăр та автобусран. Çук, нумай кĕттермерĕр...
Сых ятне лаша çурăмне лăп-лăп тутарса пăхрĕ тилхепипе тепре:
— Телеграммине ĕнер илтĕн пуль?
— Ĕнер. Машин пирки тапратас та темерĕм. Хăвах куратăн — шăлсах тăрать.
— Çапла çав... Ялти хыпар-хăнар епле?
— Ара, мĕн хыпар-хăнарĕ пултăр ĕнтĕ çак тăватă кун хушшинчех... Ия, мĕнччĕ-çке, леш, Виталий ашшĕ текенни, çутă кĕртсе çӳрекенни, кăтра пуçли, тупăннă терĕç...
— Ну-у? Тулăннă-и?
— Кули тулхăрать, тет. Хвеччисĕ савăнать Имеш...
— Юрать, çавсемпе тăванлашассинчен турри хăтарса хăварчĕ. Атту, тем тĕлне тем килетчĕ-ха Дина пурнăçĕ. Кулипе унпа, хăйпе, пĕр чĕлхе тупма пулатчĕ-ха, Хвеччисĕпе вăт... Хăв куртăн-и хăть «çутă кĕртекеннине»?
— Хам курасса курман та, Виталийĕ хăй урам тулли «атте тупăнчĕ» тесе лапăртатса çӳрет, тет.
— Темле пĕтĕ ĕнтĕ Хвеччиспа лешин пăтăрмахĕ?
— Мĕн мĕнли? «Çутă кĕртекеннипе» хăналанса тăраниччен харкашкалаççĕ-харкашкалаççĕ те кайран лăпланаççĕ.
— Эккей, пасар матки лек мĕн лĕпĕртетсе пыратăп-ха эпĕ, ак, çитсен, хăвах илтĕн-ха, пĕлĕн...
Вăрах вахăт пĕри те пĕр сăмах чĕнмерĕ. Çуна тупанĕсен тăнăç та янăравлă юрри кăна хăлха анииче тӳлеккĕн ĕнерĕнсе пычĕ.
— Ай, ытла та пĕтсе кайнă-çке Кĕçени кума, — пырсан-пырсан, шăллăн хаш-ш сывласа ячĕ Елькка. — Кай, пĕртте сывалса таврăнакан çын лек мар. Те операци хыççăнхипе, вăй кĕрейменнипе, çапла. Э, каламарĕç-и мĕнле чир иккенне?
Матви майлă та, урлă та шарламарĕ.
— Тем, хаяр ӳкмен-ши ăна?
Капла каласан, чĕмсĕр Матви те сăмах хушмасăр тӳсеймерĕ:
— Пыран çав пулчĕ-пулмарĕ кĕмсĕртетсе. Хаяр ӳкнишĕнех (ара, мĕн хаярĕ тулăнтăр унта!) уйăх çурă таранччен мутасланса çӳрес çук ĕнтĕ Шулашкарăн-мĕнĕн, — хăррăнах пӳлчĕ кумĕ куммăшне.
— Ара, эл, мĕн, хаяр, ӳкме пултарать тенипе çеç, — Матви хăтăранçи тунипе Елькка пичĕ самант тĕмпĕл-тĕмпĕлпе витĕнчĕ. Ара, мĕн тесе кăначчĕ вĕт-ха Елькка, сăмах хушса та пулин Матви сулхăнне ирттерсе яма кăшт пулăшас тесе кăначчĕ. Урăх нимĕнех те шутламанччĕ. Апла, чул тĕлне тăрăнчех, эппин, сăмаххи!
— Ара, ара... — тутиле чăпăрт-чăпăрт тутарса, лашана çурăмĕнчен тилхепеле чашлаттарчĕ Матви, — Но-о, атя, урхамахăм, васкарах!..
Лаша, хăй юрттипе юртаканскер, ямшăк хистенипе пĕр авăк ярт-ярт чулса пычĕ-пычĕ те, тилхепи сулчăлансан, каллех паçăрхи еккипе лаплатма пикенчĕ. Матви ăна урăх васкатмарĕ, хир анлăшне тата хăй кун-çулĕпе килйыш пурнăçне тинкерсе, шухăш çиплине кăлтăр та кăлтăр сӳтрĕ...
...«Ара, эп, мĕн, хаяр ӳкме пултарать тенипе çеç»... Эх, эсĕ те çав, Елькка! Хаяр ӳкни-и-ха кунта. Кунта этем пурнăçĕ, юратнă çын Кĕçени кунçулĕ вĕçне чикĕ шартлаттарса çапнă-ха шелсĕр шăпа. Нимле те хăтăлса тухма май çук танатана тăллантарса ӳкернĕ ăна путсĕр чир.
Кĕçени... Шухăшласассăн, куçран куççулĕ пăчăртанса тухать. Сывалма кайнăскер, ак, пĕтнĕçем пĕтсе таврăнатăн. Шанчăкла çунатланнискер, шанчăкна сӳнтерсе. Акă, ĕнтĕ куну-çулу вĕçне те тухмаллипех тухса пĕтрĕн иккен эсĕ, Кĕçени. Йăлт, тăршшĕ-урлăшлех, паллă: ирсĕр-нĕрсĕр çакланмаллипех çакланчĕ — никама та нихăçан хăйĕн вичкĕн чĕрнисенчен вĕçертмен хăрушăран та хăрушă шыçă. Рак.
Çĕркаç çĕрĕпе çывăраймарĕ, çавна шухăшласа, Матви. Килмен ыйхине килтерме, сĕнксе илме тăрать — куç умĕнче самантлăха та шухăшран татăлман савнă мăшăрĕн шуранка сăн-пичĕ, унăн-çак чиртен хăтарма йăлăнакан тĕпсĕр-тĕпсĕр куçĕ. Туртмалли пӳлĕме кайса пирус хыççăн пирус та тĕтĕрсе пăхать — хăлхара çав-çавах Кĕçение пăхакан тухтăрăн çивчĕ çĕçĕ евĕр шелсĕр сăмахĕсем: «Çирĕп пул, Матви. Хуйăха хуйăхпа çĕнтереймĕн. Ачусем те ваккисем пур тетĕн, çавсене пăхса ӳстермелле сан. Каçар, арăмна сыватаймарăмăр. Чирĕ — пире парăнманнискер. Маларах илсе килнĕ пулсан, тен... Шыçă чирĕ. Рак. Варне йăлт лапкипех хупласа илнĕ. Операци те пулăшаймарĕ. Хăвăра пăхма кансĕр-тĕк, вырттарăр кунтах... юлашки кунĕсемччен. Хăвах куратăн, пирĕн кунта тирпейлĕ, лăпкă... хăйне ан пăшăрхантар каласа. Асту, арçын пул... Матви...»
Тан-тан-тал çĕмĕрет пуçа тухтăр сăмаххи: «Чирĕ — пире парăнманнискер. Маларах илсе килнĕ пулсан, тен...» Арăмĕн чирĕ иртессе кĕтекенскер, капла синкере илтнипе, вăйĕ чакса-чакса килчĕ Матвин, чунĕ кӳтнĕçем кӳтсе, пăрланса пычĕ. Больница çуртĕнчен тухса йывăç хушшинчи сак çине пырса ларсан вара, хăй куççулĕнчен хăй вăтанмасăп туртăша-туртăша макăрса ячĕ. Чылайччен ларчĕ вăл апла ним хускалми, Кĕçени пирки, ачисем пирки шухăшларĕ, пуçĕ тăрне йăтăвса аннă хуйăх ăшне шаларан та шаларах путрĕ. Ку хуйхăран ниçта тарса пытанма та, ăна сирсе ывăтма та май çуккине ăнлансан, пĕтĕмпех хăвăлланса юлнă çынла, хăна çуртнелле пĕкĕрĕлсе утрĕ.
Ара, чĕрĕлет, çын пулать тесе шанса-ĕмĕтленсе пурăнатчĕ вĕт-ха ăна Матви! Акă, больницаран тухать те, ял сывлăшĕпе, юр-варпа-мĕнпе ураланать, тесе ĕненсе пурăнатчĕ. Халĕ вара епле? Эппин, пĕтрĕ, сӳнчĕ, арканмаллипех арканчĕ иккен ăшра мĕл-мĕл хĕмленекен çутă. Эппин, ир те каç та, сехетсерен, Кĕçени вучахĕнче кăварĕ епле тĕлкĕшсе тĕссĕрленнине курса чĕрене татăкăн-татăкăн таткаламалăх çеç тăрса юлчĕ иккен вăхăт? Эппин, пĕр тĕвве тĕвĕленнĕ икĕ тĕвĕрен пĕри — шатăрт...
Юрлать хăй юррине çуна тупанĕ, хуйха-суйха пĕлмесĕр ирĕккĕн, çуттăн юрлать. Çул йӳтĕмĕнче вара — Кĕçени асапĕ, Матвипе Елькка куççулĕ.
Кĕçени... Кун кунлас куну кун хĕррине çитмесессĕн те, паян-ыранах, курас çулу ку ĕнтĕ сан — юлашки. Анчах та чĕрӳне кĕтнĕ савăнăçпа кăлт-кăлт сиктерекенни, çĕнĕ çынла сапăрланса упăшку тăван-хурăнташĕ хăвна епле йышăнасси пирки пăшăрханни, чи-чи чиперри те чи-чи ĕмĕтленмелли те пурччĕ вĕт-ха малтан-малтанах. Упăшку çуралса ӳснĕ, çак çулпа инçене-инçене тухса кайса иксĕр пĕрле таврăннă çĕр çине пуçласа ярса пуснă телейлĕ савăк утăму та пурччĕ.
Çутçанталăк вăхăчĕ çеç иртерехчĕ ун чухне, хальхипе танлаштарсан, ни кĕр тарса, ни хĕл ларса ĕлкĕреймен тăвăнчăк-çăрăлчăк кунсемччĕ. Каçсерен тăнк хытакан тăпра, кăнтăрласерен йăшса лапраланакан тапхăрччĕ.
Амăшĕ те ун чухне Матвин, Кулине кинемей, пĕрехмай ӳпкепе аптăракан хĕрарăм, кил-терĕшре çӳресех вырăнпа выртмалăхах тĕшĕрĕлсе аннăран (вăл, чирĕ пусахласах çитернĕрен, тăватăм çул кĕрпе çĕре кĕчĕ) телеграмма çаптарттарнăччĕ ывăлĕпе кинĕ патне. Çапла, хăйсем туй туса пĕрлешнине çырса пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ Матвипе Кĕçени çав тĕлелле. Çире те пурччĕ Кĕçенин. Çавăнпа ытлаш-ши шухăшласа пуç ватсах тăмарĕç вĕсем ун чухне (хăçан та пулин пурпĕр атте-анне килне таврăнса тĕпленмелле, çитменнине — амăшĕ те пĕччен. Ăна пăхакан та кирлĕ, ĕç пĕтерсе, мĕнпур пек туприне чăматанĕсене (икĕ чăматан) пĕтĕрсе чикрĕç те, тус-юлташĕсемпе сывпуллашса, Анат Сăрмăшалла ларса тухрĕç...
Чăн та, унтанпа нимĕн чухлĕ иртмен тейĕн вăхăт. Çаплипех виççĕн вĕсем, виçĕ тантăш, пĕр-пĕрне килĕштерекен виçĕ этем — Матвипе Кĕçени, Елькка. Çулĕ те çав халлĕнех ярт-ярт тăсăлса выртса юлать. Лавĕ çеç урăхлараххиччĕ вĕсен — çуна вырăнне грузовикчĕ...
... Ура çумне самаях çыпçăнакан пылчăкран ирте-ирте Кĕçени палăрмаллах кичемленнĕрен тата алăри чăматанĕсем утăм тумассерен йывăрланса пынăран, пăрăнчăкри лапамра лачакана лакнă грузовик ураписене нăй-нăй тутарса ларнине курсан, хĕпĕртемеллипех хĕпĕртерĕ Матви. Ара, ăçтан-ха хĕпĕртемесĕр чăтăн: машини вăл, нăйласан-нăйласан, пурпĕрех тухать, вĕсен вара — çуран утасси çук!
— Вăй патăр! — терĕ вăл, çывăха пырса тăрса, чăматанĕсене типĕрех çĕре лартсан. Сассинче унăн шӳтлешсе илес кăмăл та палăрчĕ: — Канса пăхас терĕр-им-ха пăртак? Аван, аван. Кунĕ паян шăп та лăп хĕртĕнсе-выртмаллискер. Çумăрĕ çеç çитмест тульккĕш. Атту — чисти курорт.
— Хăвăра кунта патăр! — тесе, шăл йĕрекене тĕсемелле кĕлеткине каялла сулăнтарчĕ кăна урапа патĕнче айланакан этем, аллинчи çĕкленĕ кĕреçи унăн чутах лăкăшт персе анатчĕ лапра-çĕпрене:
— Матви?!..
— Елькка?!.. Эсех-и ку?
Матви алă пырса пачĕ:
— Вăт-тăк тĕлпулу!
Пылчăша вараланнă аллине, фуфайки çумне сĕркелесе тасаткаласа, хирĕç хăюсăррăн тăсрĕ хĕр.
— Эпех-ха... Пӳрт никĕсне хытарнă чухне кирлĕ пулать тесе хăйăра кайрăмăр та, ак, лакса лартăмăр-ха кăкранах... Килес çул, çуркуннепе, çĕршыв типнĕ-типменех, пӳрт хăпартас тесеттĕмĕр.
— Паллашăр, манăн арăм, — пырса тăнă чиперккене çурăмĕнчен çупăрларĕ Матви. — Паллашăр та — туссем пулăр.
— Елькка пуль? — упăшки енне ыйтуллăн вĕлт пăхса илчĕ Кĕçени. Елькка, килĕшсе, пуçĕпе сулчĕ. — Сирĕн пирки мана Матви нумай-нумай каласа кăтартнă.
— Япăххине пуль? — кĕтменлĕх саманчĕпе шĕлтĕркесе, калаçу майне çеç тăнласа тăчĕ хĕр.
— Çук, ыррине кăна. Матви çын пирки нихăçан та усал калаçмасть, — Кĕçени Ельккана ăшă сăмахсем татах та, татах та каласшăнччĕ-тĕр те, пуçласа куракан çынпа алла таранах сăпайсăрланни хитрех курăнманнине сиссе, çавăнтах хăй еккине çепĕç-çепĕç куллипе сĕвĕртрĕ. — Туссем пулăр, эппин, яланлăхах. Мана — Кĕçени теççĕ.
Улĕм ялан тăту пурăнаç икĕ этемĕн икĕ мăшăр алли танлăн пĕр-пĕрин ывăçне кĕрсе, пăчăртанса пĕр-пĕрне хĕрӳн ăшăтрĕç.
Машинине нăйкăштара-нăйкăштара нимĕн тулăкĕ те тухманран, шофер кабинăран анчĕ.
— Ну, мĕн унта, Елькка?
Палламасть ку шофера Матви: ют ял ачи, ахăр. Колхозĕ пысăк, ултă яла пĕрлештерсе тăрать те, ăçтан пурне те ятран-сăнран çывхартса пĕтерĕн.
— Ох-ха-ха! Тавай, уратпа айне тепĕртак тасатас та — хăйăр пăрахас. Пар-ха кунта, — грузовик çывăхне пырса тăнă çынсемпе ытлашши кăсăкланмасăр, çĕре тăрăнтарнă кĕреçене ярса тытрĕ вăл. — Капла çĕрлеччен те хăтăлса тухаймăпăр ку лакăм-лупашкаран. — Кузовран тĕренсе, пĕшкĕнсе пăхрĕ. — Аптрамасть. Юрать-ха, тĕнĕл çине ларман. Тухатпăрах хамăр тĕллĕн. Эх, пĕр-пĕр йăваланса выртакан хăма таткиччĕ те...
— Чим-ха, эп ав çав улмурине кайса тăпăлтарса килем-ха, кăшт-кашт, — сухаламасăр хăварнă ансăр хушăпа çултан пĕр çĕр-çĕр аллă метрта ларакан улмури патне васкарĕ Матви.
Елькка тепĕр кĕреçе ярса тытрĕ. Малти урапа таврашĕнчи лĕпĕрчĕке аяккалла кăлара-кăлара ывăтма тытăнчĕ:
— Вăт, хамăр инкеке, тапратрăмăр та çак пӳрт-çурт нушине.., — хаклă хăнасене çапла уй варринче кĕттерсе тăнăшăн хăй айăплă пулнăн, шутсăр аванмарланчĕ хĕр. — Пĕлтернĕ-тĕккин хирĕç те лавпа тухса тăраттăмăр...
— Халĕ те ятнех. Шоссе хĕрринчен нумай та утмарăмăр — эсир, — Кĕçени пушанма тытăннă тутăрне туртарах çыхрĕ. — Епле хитре çĕршыв. Хир, хир, хир. Тайгара пурăннă хыççăн темле хăнăхмалла та мар пек тӳрех. Çил, тӳпе...
— Кансĕр пуль ĕнтĕ унта, сухăр юхтарнă çĕрте?
— Ĕç ĕçех. Кансĕрри те, çăмăлли те пулать. Упре-пăванран çеç канăç çук çулла. Тайгара вĕсем мăнтăр, пысăк. Шурлăх ĕмсе шӳнĕскерсем.
— Ӳпре-пăванĕ кирек ăçта та çителĕклех пуль вăл? Çулла, каçсерен, сулхăн ӳксен, çырма, йывăç хӳттисенче кас-кас пĕлĕт пек явăнса тăраççĕ вĕт. Çăвар уçса хаш-ш сывласа илме памаççĕ...
— Лерисем вĕсем — чисти сăпса. Сĕрĕнмесĕр тухсан, çыртса йăлт хăпалантарса пĕтереççĕ. Ытла та тарăхтарса çитереççĕ.
Кĕçени Ельккана сăнать. Мĕн тупнă пулать-ха, ара, Матви раснах ун çумĕнче? Ни сăнĕ-пуçĕ, ни кĕлетки-пилĕкĕ тĕнчере çук хĕрарăмăнни мар темелле. Çӳçĕ те, иçмасса, Кĕçениннин евĕр тутăр айĕнчен мăкăрăлса, ункăн-ункăн кăлăшкаланса тăмасть. Лăп-лăп та тĕм-хура çӳç. Тен, Кĕçенинни евĕрех йăваш та, çынна шанса, ăна ырă сунса пăхакан тĕпсĕр-тĕпсĕр куçĕ? Çапла, куçех пуль, — такам валли те хĕрхенми ăшă салакан чакăр-чакăр, куç. Кĕлетки, çанçурăмĕ Ельккан ни тулли, ни çӳхе мар. Мĕн ачаран ĕçе хутшăнса ӳснĕ çурма нăкă, сывлăхлă кĕлетке. Унашкал пиçĕ, чăмăр, вăр-вар кĕлеткеллĕ хĕрсем Матвисен ялĕнче те теçетки-теçеткипех-тĕр! Эппин, сăнĕ-пичĕпе, илемĕпе тыткăнланă пуль вăл Матвие?.. Темшĕн! Пит-питех ĕнтĕ, хамăрăн чылай чăваш хĕрĕсенни евĕр вăр-çаврака пит, çӳçĕ майлах хурарах сăн. Çитменнине тата (те мухтанмаллах ĕнтĕ ку ялалăпа?) сулахай питçăмарти çинче, тути çывăхнерех, пĕр пуслăх укçа пысăкăш хăмăр турпалли. Тен, çавăншăн килĕштерсе пăрахнă пуль ăна Матви? Тен, ĕçченлĕхĕшĕн, тараватлăхĕшĕн юратнă-тăр?.. Ара, мĕн пуçне алла-капла авăрттарать-ха Кĕçени? Ара, пĕрре курсах, ак халь, çакăнтах тупаймарĕ-им-ха, сисмерĕ-им-ха вăл Ельккаран тапса, палкаса тăракан ырă-ырă, сăлай кăмăла? Апла-тăк ăçтан килĕштермесĕр, савмасăр тăма пултарлă пултăр-ха çак этеме унăн хаклă çынни Матви? Паллах, вăл, телее ĕмĕтленекен кăвак хулли енне туртăннăн, тăрă çăлкуç шывĕпе сипетленесле, унăн тасаран та таса илемĕпе çуннă, патварланнă.
— Кӳр-ха, эпĕ те чакаласа пăхам? — Ĕлькка кĕреçине тытма тăчĕ Кĕçени. — Кан пăртак.
Елькка, ăшша пиçнĕ пулин те, хирĕçлерĕ:
— Эп хамах... Кĕçени… Вараланса пĕтĕн. Çипуçу та сан... Çук, çук, эп хамах. Ак, тепĕртак иле-иле пăрахатăп та..:
Урапа умĕнчи лапăрчăка тăват-пилĕк кĕреçе кăларсан, Елькка хăй паçăр тасатса уçăлтарнă çĕрех, кайри урала ланкашкинех, кăшт-кашт тĕккеленме тăчĕ. Питĕ, питĕ сăмах хушса, ну, эппин, чунне уçса, шăкăл-шăкăл калаçасси килет унăн Кĕçенипе, анчах та мĕн-çке, чĕлхи йăкăр-йăкăр марри пусмăрлать-çке ăна. Калаçас, тет — сăмаххи çăвар анинче шухăш халлĕнех хыта-хыта ларать хĕрĕн. Хуть те вĕлтĕрен хуранне ярса вĕрет чĕлхине — хăйĕнче çуккине шат та патпултараймасть вăл. Çук, пултараймасть.
Асăннă йӳтĕме — Кĕçени хастарланать:
— Елькка, ман санпа сăмах валеçмеллех хăçан та пулин. Мĕн тăвăн, ан ӳлкеле ĕнтĕ, — грузовик çумĕнчен кăшт аяккарах пăрăнса тăраççĕ иккĕшĕ те. — Тен, сан телейне туртса илтĕм пуль эп? Эп юри, пĕле тăркачах тесе мар...
Елькка каллех вăр-çаврака питне чиперлетсе илчĕ. Пуçне пĕкессе вара — пĕкмерĕ. Кĕçение тӳррĕн тинкерчĕ. «(Кала, кала, эп чăтнă, чăтатăп, чăтăп та», тенĕн, лăпкă та шухăшлавлă курăнчĕ вăл тинкерни.
Кĕçени, сӳтĕлнĕ шухăш çиппине хăпăл-хапăлах шыраса тупайманла, тем саманта, тин кăна тапранакан кăчăр çил шавне тăнласа, шăпăрт тăчĕ.
— Елькка, ан вăрç, ан айăпла ĕнтĕ мана, ăнланмаçеç тăрăш. Манăн, хăçан-хăçан та, пурпĕрех каламаллаччĕ ку аптрашкие. Сан телейне вăрласа телейлĕ пултăм пуль эпĕ, Елькка? Ан пытар. Халь пытарсан, ӳлĕм ĕмĕр-ĕмĕр ӳкĕнсе пурăнăн, хăвна та, мана та каçармасла, вĕçĕмех çунăн, асапланăн...
— Кĕçени, мĕн калаçатăн эсĕ. Лăплан-ха, тархасшăн, лăплан. Юрать-и вара апла таранах хăвна тăлпалама. Пиншакна та тӳмеле. Сивĕ. Шăнса пăсăлăн тата, — Кĕçени шутсăр çуйкăнланнине кура ун çывăхнех пырса тăчĕ Елькка. Матви арăмĕн пăчăран вĕçертнĕ пиншак тӳмисене те хăех çаклатса ячĕ. — Эх эсĕ те çав, Кĕçени, халĕ калаçаççĕ-и ĕнтĕ ун пирки. Мана мар, сана илнĕ вĕт-ха качча Матви. Пирĕн вăл, мĕнле калас, шкул çулĕсенче, вылямалла, вăхăт иртермелле кăна пулна пуль. Ача чухне çӳрени-сăмахланисене пурне те картса-мартса пĕтерейсен... Пайланман телей вăл сан, Кĕçени — йăлт сан тĕлне çимĕçленнĕ ырлăх... Асту, йĕркеллĕ усранă пултăр Матвие. Атту йăпăр-япăрах туртса илĕп каялла!..
Çапла каларĕ те Елькка, пĕтĕм пит-куçне ăшăтса, кăлтăр-р кулса ячĕ уççăн. Кĕçени те, хĕр-тантăшĕн ним пытанчăксăр кăмăлне савса, сасартаках пĕлĕт айĕнчен тухнă хĕвел пайăрки пек йăлтăртатса, çак эреветлĕ курăнма пĕлекен ăшпиллĕ çынна çăт çупăрларĕ: «Ырă çын эсĕ, Елькка, каçар», — терĕ.
Матви пĕр ытам пăрçа улăмĕ йăтăрласа килчĕ. Арăмĕпе унчченхи савнийĕ ыталашсах шăкăлтатнине курсан, хĕлĕртемеллипех хĕпĕртерĕ вăл.
— Вăт, каларăм вĕт сана, Ельккапа иксĕр-хытă-хытă туссем пулатăр тесе, — Кĕçени еннелле куçĕнчи хĕлхемне кăмăллăн çиçтерчĕ упăшки. — Эсĕ, вăт, ĕненместĕнччĕ...
— Кай, ан сӳпĕлтетсе тăр-ха. Кам ыйтнă сана хушша-хуппа кĕме. Хĕрарăмсен вĕсен хăйсен алай-палай, — хăтăрнăн, Матвие юриех кача пӳрнипе юнаса илчĕ Кĕçени. — Сăмаха апла-капла сăвăриччен, пулăш-ха, ак, грузовика çăрăлчăкран кăларма. Шофер вĕт эс, тăрăш...
— Кăна-и? Ан та иккĕленĕр, кăларатлăрах.. Килĕр-ха, сапаласа тăкăр ак çакна, урапасем айне, — тасатнă ланкашкана пăрçа улăмĕ пăрахса, кĕреçепе тĕккеле-тĕккеле Кĕçенипе Ельккана хистевлерĕ Матви. — Ку вăл тайга çулĕ мар-ха, тухăпăр...
Чăн та, чылаях тертленме тивмерĕ пăрçа улăмĕ пăрахнă хыççăн. Шофер машинине виç-тăватă хутчен каялланмалалла улаттарчĕ те лакăм-тĕкĕмре, грузовик вара, тертлене-тертлене, чăл-пар арканасла йĕре-йĕре, хăтăлса тухрĕ-тухрех çак урăм-сурăм пылчăк-лачакаран.
— Ну, кайрăмăр, ларăр хăпарса! — кабина пускăчи çине тăрса, пулăшакансем енне кăшкăрчĕ шофер. — Эсир хĕрарăмсем, çӳле, а эсĕ, юлташ, ман пата, кунта.
Паллашса самаях калаçкаланăран çапла сĕнчĕ ĕнтĕ шофер Матвие. Матви хирĕçлерĕ, арçын пуçпă хĕрарăм вырăнне йышăнасшăн пулмарĕ. Елькка, сисе-кура, Кĕçенин çийĕнче пуррине асăрхасан, лешĕ турткалашнине уямасăрах, ăна кабинăна, ăшă çĕре вăйпах тĕртсе кĕртсе лартрĕ. Хăй кузова, Матвирен аякках мар, хăйăр çине вырнаçрĕ.
Тиевлĕ машипа, нушаран çăлăннипе хепĕртенĕп, тип çĕре лекнĕ-лекмен, лепĕрккине сирпĕте-сирпĕте, пĕрре сулахаялла, тепре сылтăмалла пăра-пăра йăрăлтатрĕ те хӳрипе, кăштахран, çул хыттине туйма-хыпалама тытăнсан, ирĕке ăмсанакан юлах лашалла, килелле май ярт-ярт ӳсĕмлерĕ.
— Ытла та тасалса кайнă эсĕ, Ельюка! — чĕнмесĕр пыма сумсăртан, вăтанмасăрах хĕр илемне куçĕ тĕлне турĕ кабина карлăкĕнчен тытнă Матви. — Камшăн чиперленетĕн эсĕ, пĕлместĕп! Мана тиркерĕн...
— Ай-уй, калама çук япшар калаçма вĕренсе килнĕ-çке эс. Асту, час арăмна систереп, — хирĕç хыттăнах тавăрчĕ пулин те, именĕçленчĕ хĕр. — Пăх-ха, тăрăшсах кулать. Эпир пуль ĕнтĕ вăл — чиперленекеннисем. Пире — карта юпи те хурăнташ...
— Ара, ху пăрахрăн та... Çĕпĕртен миçе çыру çырмарăм — ма ответлемерĕн? — хĕре тарăхтарасла, тарăхтарсан — сăмах туртса кăларасла, юри кутăнла ыйтула тĕкĕнтерчĕ ăна арçын. — Эпĕ те выртан касках мар, манăн та чун пур вĕт-ха, Елькка? Нивушлĕ чунна чул хушшинче усрасах ĕмĕрне ирттерес тетĕн эсĕ? Шăллусем, ак, курăн, ӳссе çитсен, сăпаççип те темĕç. Шăпăр шăтăкне хуса кĕртĕç, ак, тенĕр тесен ырă кун кăтартмĕç...
Çил, грузовик хăвăртлăхĕ вăйланнăран, сулахайран кастарса вĕрме тытăнчĕ те, хĕр ирĕксĕрех Матви еннелле çаврăнчĕ.. Питĕнче савнă этеммине çывăххăн курнипе кăнăçланни те, савнă этемми хĕр шухăш-кăмăлне ăнланаймасăр пуплешнĕн кулянни те, тен, чăн та, Матвие вăхăтĕнче татăклăн шантарманшăн пăшăрханни те, савнă этемми сăпайлă мăшăр тупнишĕн савăкланни те пурте, пурте пĕр харăс хурлăн-именчеклĕн тĕтреленсе палăрчĕ унта.
— Çук, сана вăрçатăп-и? Халь мĕн халап халтăртаттармалли ĕнтĕ ун пирки. Пулнă-иртнĕ. Хамах винават — куçне куççуль пухăннăран, пуçне каллех çил çинелле пăрчĕ Елькка. — Килĕштерсе пурăнăр. Эп çавна çеç сунатăп. Шăллăмсем-и? Мĕн, шăллăмсем... Ӳсеççĕ вĕсем, вĕренаççĕ, çамрăк-ха, шĕвĕрсем, пурне те тавçăраймаççĕ.
— Эс, тем, Елькка, макăрмастăн пуль те? — хĕре тимлесе чăр-р пăхрĕ Матви. — Каçар ĕнтĕ, эп пĕртте макăртас теменччĕ сана. Чĕлхи те ман — чутламан чĕлхе...
— Упра эсĕ Кĕçение... Лайăх этем вăл сан... Чавса çывăх та — çыртма çук... Пĕрле пулаймарăмăр... Телей сунатăп...
Грузовик, ланкашкасене лексе, тăнк-тăнк тума тытăнчĕ те, Елькка темле çылăхлă ĕç тунă чухнехилле шарт! сиксе, самантрах Матви енне çурăмпа çаврăнса ларчĕ. Мĕн Анат Сăрмăша çитичченех питне çил çинчен илмерĕ вара вăл, тутăрне, майлакаласа, хӳтĕ тыттармалăх тĕккелерĕ те, йывăр çĕклемпе пусăрăннăн, тĕршĕнсе, пĕкĕрĕлсе пычĕ. Матви темăкăл та чĕнмерĕ урăх. Вăл та, Ельккан кулянăçне кăшт та пулин сĕвĕртес тесе, шыв çурса хăварнă чăнкă çырман ĕмĕр пĕрлешейми икĕ çыранĕ пек, таçта аялта, тĕпĕнчĕ çав-çавах шăнкăртатма пăрахман юхăм чĕлтĕртетĕвĕпе пăтрашăнчĕ...
...Акă, юнашарах çав Елькка. Паян кун та Матвипе, Кĕçенипе пĕрлех. Каллех, ав, темиçе çул каяллахи майлах, тем пăшăрханчăка путнă та вăл, каллех лăпчăнса, пусăрăнса пырать. Кĕçение чунне кăларса парасла тăвăнчăк хăй, мĕскĕн. Малтан-малтан та, ун хыççăлхи кунсенче, вараран вара та, вунсакăр кун тĕшши пек кăна мар вунсакăр çул тăршшинчи самантсенче, ни Кĕçени, ни Матви чĕптĕм те хуйхатмарĕç кузоври, шăн çил çинчи, тасаран та таса асаилĕве, яланлăхах чĕресенчен кăларса сĕвĕртнĕ тăварлă хӳхлеве. Çавăншăнах, ăшпиллĕхĕ чăп-чăммиех тапса тăнăран, чăн-чăннипех килĕштерсе пăрахрĕ те ăна Кĕçени. Кĕçенипе Матви ачи-пăчи тĕлĕшпе-и, е килте-çуртра татса памалли мĕн те пулин урăххипе-и (хĕрарăм вак-тĕвекĕ вăл тупăнах тăрать) — канаш тытаканĕсем ни Кĕçенийĕ Ельккасăр, ни Елькки Кĕçенисĕр утăм та çук ниçталла. Пĕр варта ӳтленнĕ йĕкĕрешсемле — вĕçĕмех тату, вĕçĕмех шăкăл-шăкăл вĕсем. Пирвайхи, Дини, çуралсассăн та, хĕреснамăшне кама тумаллине пуçĕсене ватса тертленмерĕç арăмĕпе упăшки, иккĕшĕ те, тахçан-тахçан калаçса татăлнăн, Ельккапа тăванлашрĕç. Елькка Матвипе Кĕçени килйьшĕшĕп — çутă хунар, куллен тав туса пĕтермелле мар этем.
Шухăшпа хĕвĕшсе пынăçемĕн çул катăлни те сисĕнмест: çуна йĕрĕ, лапамран паçăрах иртсе, сăрт тӳпине хăларчĕ. Унăн тепĕр енче, сăрт çамкинче, хĕвел питтин — Хирти Тĕнкĕр ялĕ. Ку ял витĕр тухсан, çырма урлă каçса тепĕр сăрта хăпарсан — вĕсен ялĕ — Анатпа Тури Сăрмăшсем.
Юр, тӳпе хапхине яри уçса янăн, татти-сипписĕр тăкăнать. Пĕтĕм хир анлăшĕпех лап-лап-лап. Ни хĕрри, ни хыçĕ, ни умĕ курăнмасть унăн. Тӳпе ачисем — юр пĕрчисем, хĕлле валли васкасах çăмламас кĕпе çĕлеме хыпăннăн, талккишĕпех шурă, шурă, шурă. Аташса, çĕтсе çуна йĕрĕнчен пăрăнас-тăк, чăн та, ăçталла утмаллине те тĕшмĕртсе пĕтереймĕн тӳрех. Таçта çурçĕрĕ-кăнтăрĕ, таçта сулахайĕ-сылтăмĕ кунта... Йăлтах, чирлĕ çынна юлашки хут илемĕпе савăнтарса хăварасла, капăр, сарлака, ынатлă.
Епле тавçăрма ăс çитерчĕтĕр Матви Хирти Тĕнкĕрĕн хир урамĕпе анса лавкка урамнелле пăрăнсан, янках вĕтелесе илчĕ ун ăшĕ-чиккине: ара, вăт, каттăршнăй пуçĕ, шантарса тăнă япала туянса парăп тесе арасланса пурăннă çĕртенех пуçран тăнч тухах ӳк. Ара, туй пĕркенчĕкĕ илсе пама пулнăччĕ-çке Кĕçение вăл, шарлак кăлăкĕ евĕр шурă-шурă пĕркенчĕке. Ак иккен, ейӳ ямалли, сикки сикмелли хĕпĕртĕк, çав асаилӳ, хуйхă тĕлне çеç капланчĕ-мĕн. Ма кăшт кăна маларах, Кĕçени ырă-сывă, тăн-тăн, хаваслă чухне йăлтăр йăлкăшмарăн-ши эс Матви асĕнче, çурхи чĕрĕлӳпе каçăхса савăнакан шăнкăр шăнкăрч пек шарт-шарт çунат çапмарăн-ши?
Шăнкăр шăнкăрчăн шарт-шарт çунат сасси, ан, курăсăн та туйăсăн, паян кун та чĕре тĕпĕнчех иккен, паян кун та сывлăм сыпнă йăвă курăкла çутă та таса, янăравлă-мĕн...
Çĕрлехи тайга сĕнк. Кăнтăрла та çын хĕвĕшĕвĕпе кĕрлесе, шавласа тăманскер, вăл, каç сĕмлĕхĕнче пушшех те ют, пушшех те пушă. Сыхă тата. Этем хăлхи чухлас анлăшра йăлт чĕтĕревлĕ, йăлт сисĕмлĕ. Тулли уйăх тайга тăнăçне ян та ян çутатать. Унăн кăвак-кăвак чăтлăхĕ, лисванпа хыр, е урăх йывăç çăралăхне тĕл-тĕл сирсе, хĕвĕнчĕк-хĕвĕнчĕк туса, çĕре лаплаттара-лаплаттара пуснă. Пысăках мар уçлăхпа пăркаланса сӳтĕлекен сукмак пĕтĕмпех тулли уйăх кĕмĕлĕпе тыткăнланнă, пĕтĕмпех хăтлă шăплăхпа тараватланнă.
Матвипе Кĕçени тĕлне, ирхи куна каç туса, райцентртан хăна-вĕрле сĕтелли çине сăй-мĕн туянса таврăнакансен тĕлне (тĕп ĕмĕчĕ вĕсен Кĕçени валли туй кĕпи туянассиччĕ, пусма-тавар лавккисене кĕменни хăвармарĕç — çук, тупăнмарĕ çураçнă хĕр валли шурă-шурă пĕркенчĕк, туйне вырсаникуна, ыран каçалана, палăртнă!), поселока çитесси пĕр вунă çухрăмсем юласпа тухрĕ ăнсарт чăрмав: машина, хăй еккипе чиперех пыраканскер, айлăмалла пăрăннă чухне сасартăк чăх-чах тукаларĕ те çавăнтах мотор лап сӳнсе ларчĕ; урăх, мĕн чул чĕртес тесе тăрмашсассăн та, мăкăл та сас памарĕ — хуллен-хулленех лапама анса лăпланчĕ. Матви, капота уçса, шалта ун-кун тыткалас пăхрĕ. «Пулăшусăр тухаймастпăр. Вăт, элес-мелес», терĕ те вăл, каçхи апат тухмалли кăшт-кашт хĕстерсе, тăвалла, сăрт тӳпнчи сунарçă пӳртнелле таплаттарчĕ. Кĕçени те, кабинăра ĕнтĕркесе çĕр каçмалла марришĕн хĕпĕртесе, аллинчи пысăках мар çыхха хăйĕнчен хăвармасăр, ырантан упăшки пулас çын хулĕнчен çавăтăнчĕ.
Çулталăк ытла кунта пурăнса, тайга йăли-пăлине самаях ăнкарать Матви. Сунара-мĕне каятăн-и е çĕтсе-аташса çӳремĕ тивет-и (тайга — вĕçĕ-хĕррисĕр анлă тинĕс) — акă, сĕм-сĕм вăрман варринче сан валли хӳтĕ: сунарçă пӳрчĕ. Çăкăр та, тăвар та, типĕтнĕ, аш та, сухан та, ыхра та тупма пултаратăн эс унта вăхăтлăха, аслă çул çине тухиччен, чĕре сури тума пултаратăн. Унтан та ытларах, акă, сан валли, пурăнас текен çын валли — патрон та тар, вут-шанкă, шăрпăк та пур: ăшăн та ывăннине ирттерсе яр, сунарçă-тăк — пăшална авăрла. Утас утма çулна малалла малашлас тетĕн-тĕк — ан пахмăтсăрлан, пӳртре мĕн пуррине тăнч пĕтерсе ан тух, ыттисем валли те хăвар. Çын пул, çынлăх саккунне ан пăс.
Матви алăк хăлăпне карт туртрĕ те шалтан пуланса-пăчăхса тăнă сывлăш кӳ! палкаса тухрĕ тулалла. Пĕр саманта урата урлă ярса пусма тăхтаса тăчĕ вăл. Унтан, тăкăскă сывлăш хумĕ йăмнă пек пулсан, пуçне перĕнесрен пĕкĕрĕлсе кĕрсе, кĕсйинчен шăрпăк кăларса çутрĕ (пирус таврашше аппаланмасть пулин те, шăрпăкĕ унăн ялан çумра), кĕрсен, пӳрт ăшчиккине тĕсесе çаврăнчĕ.
Мĕн, пӳрт пӳртех ĕнтĕ, шултăра пĕренесенчен пурана тăватă стеналлă тăвăрах мар хӳтĕ йăва. Ни кăмака, ни кравать, ни сĕтел-пукан çук кунта. Выртса тăма кутник сакки пур тĕпелте, çавăнтах, юнашар, чăмăр шанкăран ăсталанă тăрăхла сĕтел вырнаçтарнă. Тĕпел кукринче (кукри теесех тесен), сылтăмра, тăваткал пĕчĕк лаптăкра — чей вĕретме е апат пĕçерме икĕ тĕреклĕ патак çине тепĕр патакпа витĕрсе çакнă пĕчĕк хура хуран. Маччара, сĕтел тĕлĕнче, ункăран пралукпа йăлмакласа уртнă йывăç кушил. Ăна, тĕрĕссипе, йывăç хутаç теме те юравлă. Канма кĕрекене е инкеке çакланнă этеме мĕн кирлĕ — йăлт çавăнта. Шăши е пĕр-пĕр урăх чĕрчун салатса тăкасран çакса хунă ĕнтĕ çак çăлăнăç арчине çӳле.
Шăп та лăп çавна шырарĕ те ĕнтĕ куçĕпе Матви. Шăрпăкĕ сӳнсен, тепĕрне чĕртрĕ. Ку та сӳнсен, кушиле тĕттĕмрех çĕклере унта хăйне мĕн кирлине хăвăртах шыраса тупрĕ. Каллех шăрлăк çутрĕ, çурта тĕпне (çурта шырарĕ вăл кушилте) çулăм çинче тытса ирĕлтерчĕ. Вут вăйĕпе çатăртатса тумлакан пат-пат ирĕлчĕк тĕлне мăнтăр çуртана латлаттарса чышрĕ. Ларчĕ çурта, яштака кедр пекех тӳп-тӳррĕн йăрăсланса ларчĕ, Кедр çĕлĕкĕ вырăнне вара тата тепĕр пĕрчĕпе чĕртнĕ мĕл-мĕл хĕлхем вĕлкĕшме тытăнчĕ.
— Савнă мăшăрăм, ирт тĕпелелле, хуçа пул! — алăк тулашĕнче халĕ те хăюсăрланса тăнине кура Кĕçение пӳртелле вăйпах сулăнтарчĕ Матви. — Ку пирĕн кĕçĕрлĕх кантăксăр-чӳречесĕр керменĕмĕр. Турри юриех арăмĕпе упăшки валли ятарланă юрату каçĕ. Сетнерпе Нарспи хӳшши, эппин. Тристанпа Изольдă хăтлăхĕ. Ура тап, сик, юрла, савнă мăшăрăм. Ку вăл — пирĕн каç, ку — эпир!..
Матви Кĕçение ăшшăн-ăшшăн çупăрларĕ, тутинчен чăпăрт чуптуса илчĕ:
— Манăн, сарă саркайăкăм, савăнас, ташлас, пыр тĕпĕ ыратиччен кăшкăрас, çухăрас килет. Пĕлетĕн-и мĕншĕнне? Пĕлейместĕн. Калас-и? Тавçăр...
— Тавçăр? — Кĕçени сулахай питçăмартине сылтăм аллинчи пӳрнипе пăраланă евĕр сăтăрчĕ те мĕл-мĕл çутăра савнине питĕнчен тинкерчĕ. — Кала ĕнтĕ, мĕн путишленен? Тристанпа Изольда, Нарспипе Сетнер пирки пакăлтатса пĕтрĕн. Маннă курăнать эсĕ Константин Иванов поэмине. Кунашкал евĕр çуртра мар, вăрманта тĕл пулнăччĕ-çке вĕсем тĕл пуласса та. Малтан — çил-çуната утланса, кайран — синкерлĕ самант хыççăн. Çапах та лайăх санпа, Матви, шанчăклă. Тайгара та çĕрле çӳреме хăрамастăн эс. Манран-тăк... пĕччен, сехĕрленнипе, вилнĕ те выртнă эп. Ак, упа мĕкĕрттерсе тухсан тата...
Ытамĕнчи сăпайĕ капла каласан, хыттăнах кулса ячĕ Матви.
— Эх, эсĕ те çав, чăх чĕри! — Кĕçение пуçĕнчен ачашларĕ вăл. — Упа-и? Кашкăр тесен хăть. Упа, хăйне тапăнмасан, нихăçан та тапăнмасть. Кашкăрĕ те ухмахах мар-тăр-ха, çын шăршине сиссех пӳрте çĕмĕрттерсе кĕмĕ. Кашкăр-кашаман вутран темрен хăранă пек хăрать. Пуленкĕ чĕртсе ывăтăпăр та... Ну, мĕнле, тавçăрайрăн-и?
— Мĕне?
— Паян мĕнле кун иккенне?
— Кунĕ-и? Шăматкун...
— Хă! Шăматкунĕ, чăн та, шăматкунах-ха. Пĕлтĕр çак числора мĕн пулса иртнине кала, теп-çке?
— Пĕлтĕр çак числара-и? Литер тăрăх танкканă пуль-ха, çумăр-мĕн йăтăвса анман-тăк...
— Эп сана кăнтăрлахи пирки маар, каçхине хĕвел пытансан, мĕн пулнине ыйтатăп.
— Каçхине-и? Кино таврашĕ илсе килмен-тĕк, чăмнă ĕнтĕ утиял айне, паппа тунă...
— Çук, çаплах тавçăраймарăн-и?
— Çук-ха, тавçăраймарăм. Кала ĕнтĕ, мĕн асаплантаран?
— Эппин, хуп-ха куçна (эсĕ куçна хупнăччĕ ун чухне, аса илтерем), — Матви чăрлаттарса пăхакан Кĕçение хăй çумне çăттăн пăчăртарĕ те, арăмĕн тути çинчи сĕткенне пĕтĕмпех ăшне сăрхăнтарасла, çав йĕрĕлчене тутипе вăрахлăха тĕкĕнсе тăчĕ.
— Ну, мĕнле, аса илтĕн-и? — терĕ вара тепĕртакран, Кĕçенин пыл тути çумĕнчен хăпсан, йăл-йăл çиçкĕнсе. — Пĕлтĕр, шăп та лăп çак каç ман тута сан тутупа пĕрлешнĕччĕ вĕт. Ну, мĕнле кун иккенне тавçăратăн-и ĕнтĕ халь?
— Ы-ы-ы, намăссăр! — аллинчи çыххине кутник сакки еннелле ывăтса, чăмăрĕсемпе тӳнк-тӳнк çапрĕ Матвие кăкăрĕнчен Кĕçени. Вара, упăшки куллипе çунатланса, хăй те питне-куçне савăнăçлă именĕçпе йăл-кăштарчĕ, — Кай, çулталăк та вĕçсе иртрĕ-и унтанпа? Ай-уй, ытла та час вирхĕнет-çке вăхăчĕ...
— «Матви, телейĕм, пуçа хăвăрт çавăртăн-çке эсĕ манăнне, юрататăп сана», иксĕмĕр пĕр чăмăра чăмăртансан, чĕреме лăпкăн-лăпкăн сăрхăннăччĕ евĕк сассу, — каллех пуçланă кĕвве кăлтăртаттармасăр чăтаймарĕ Матви. — «Сана пилĕк хĕр те пилĕк ывăл çуратса парăп», — тенĕччĕ. Мантăн-им?
— Чарăн-ха, ма пустуй лĕпĕртететĕн. Иментеретĕн эс, — Матви сăмахĕсемшĕн кăмăлсăрланса, ытамран вĕçерĕнме тăчĕ Кĕçени. — Калаçас тесен ĕнтĕ ăна, чĕлхене тăлласах темесен — купала та купала ăса мĕн килет çавна. Ну, юрĕ, яр. Асту, кӳренсе лартатăп ак...
Арăмĕ капла каласан, туххăмрах ун кăмăлĕпе килĕшрĕ упăшки:
— Ара, эп мĕн тесе çеç вĕт, савăнăçа ниçта чикейменнипе. Çулталăк ытларах каялла кăна эпир пĕр-пĕрин çинчен нимĕн те тĕшмĕртместĕмĕр. Эсĕ çут тĕнчере эпĕ пуррине, эпĕ эсĕ пуррине пачах та пĕлмен. Тĕлĕнмелле... Халĕ, ак, пăх та кур: эпĕ — санăн упăшку, эсĕ — манăн арăм... — çавăнтах, эрлĕклĕ шухăшла сӳрĕкленнĕн, кăкăрĕнчи вĕри сывлăша хаш-ш! вĕрсе кăларчĕ Матви. — Шел, туй пĕркенчĕкĕ тупаймарăмăр. Мĕн тăвас тетĕн, хамăр айăплă, маларах хыпăнмалла пулнă. Çапла çав, пур япала та эпир пырса туянасса кĕтсе выртмасть... — унтан краççын чӳшкĕнтернĕ евĕрех чĕрĕлчĕ ун екки. — Ну эп ыран, тепĕр кун, тăватмине мар-тăк, ĕненсен ĕнен, хăть çĕр тĕпне анса хăпаратăп та — шыраса тупса паратăп-паратăпах çав туй пĕркенчĕкне. Вилем, çурăлса хаплатам та, шантартăм-тăк — тупса паратăп-паратăпах. Чим-ха, Кĕçени, атя çĕлететпĕр?.. Эх-ха-хай, таварĕ те хак чухлĕ хак кăна-тăр та — çĕр çăтасшĕ, хам тытса тумалли ĕç мар-çке. Ма, чăнах, тупатпăр та чĕнтĕрне — çĕлететпĕр? Ăм...
Матвие каласа пĕтерме памарĕ Кĕçени, паçăр ун ытамĕнчен çăлăнасшăн хиркеленекенскер, упăшки сăмахĕсене тăнласа шĕлтĕркенĕскер, сасартăк чĕвен тăчĕ те, арçынннин мăйне аллисемпе ыталаса, ун тутине хăй тутипе лап хупласа та хучĕ.
— Айванăм, туй хыççăн мĕн тума ĕнтĕ мана туй пĕркенчĕкĕ. Çитĕ, лăплан. Хамăр шăкăл-шăкăл пурăнсан, унта кăна мар-тăр-ха савăнăçĕ. Туйĕ те иртĕ, пĕркенчĕкĕ те, юратăвăмăр çеç иртсе ан кайтăрччĕ, Матви. Иксĕмĕр хушăра ĕмĕр-ĕмĕр ынатлантăрччĕ çав хăват. Мĕн... Çĕре кĕричченех... Тем, ăш вăрканă пек-ха манăн, чунăм, — пăртакран, упăшкипе тутапа тута халлĕн калла вăрах тăма сăпайсăртан (ара, чăваш хĕрĕн вăтанчăклăхĕ мар-и), пăшăлтата-пăшăлтата пуçне лĕштĕрех лĕкрĕ Кĕçени. — Ялан çапла, инкек лаплатса ӳкесле. Пĕр-пĕр савăнăç чухне чарса чарăнми ăш вăркать вĕçĕм, вĕçĕм ăш вăркать. Хуть вакка пуçхĕрлĕ кайса чăм е ӳлесе макăрса яр. Телейлех пулĕ-ши пирĕн пурнăç, Матви? Сирĕлми синкер килсе хулламĕ-ши яш кунăмăра?
— Мĕскер эс, Кĕçени? Эрленмелли кун-и вара паян? Чим, тен, сана хĕр ĕмĕрĕ иртсе кайни пăшăрхантарать? Мĕнле-ха, хĕр ĕмĕрĕ — хăналăх, чатăр карса чараймăн, теççĕ-и-ха? Ан эрлен харама, пурпĕр хăтăлаймастăнччĕ эсĕ вăл япаларан. Мĕншĕн тесен эсĕ чипер, хитре, илемлĕ. Сана такам та асăрхать. Ав, Çĕпĕр таран тарса килнĕ ху — пурпĕр çав нушаран хăтăлаймарăн, ман çăварах çаклантăн, — пĕр çавра канăçлăн кăлтăртатса кулчĕ Матви. — Ха, кур-ха, вăт апăршасем, тăнă та урай варрине — хытнă уй тăманисем пек. Хырăм та — хурăн тăрри хурăнташ — паçăрах хăй кĕслине ĕнернĕ, шуйттан кĕтĕвĕ евĕр — тĕпĕр-тĕпĕр те чăр-чăр. Атя-ха, чĕре сури туса пăхар пĕрех хут. Кунашкал выçварла, чăн та, эрленес темесессĕн те, эрлĕкĕ, те ленчешки, ав, ирĕксĕр килсе çулăхрĕ. Атя-ха, атя, тутă хырăмпа калаçăвĕ те ансат.
Кĕçение Матви, шӳтлесе, йăл-йăл кулкаласа, сĕтел хушшине кĕртсе лартрĕ. Вăл, алăка тачă хупса, сăлăп ячĕ, çурта çути аванах ӳкекен лаптăка çывăхарах çимеллисем кăларса хучĕ. Çăкăра, кăлпассипе сыра чĕллĕн-чĕллĕн касрĕ.
— Тен, кăна та тутанса пăхăпăр? — çутти кĕленчине алă туланĕ çинче сиктеркелесе илчĕ вăл. — Пит те шеп пулакан ĕшенни çинчен?
Арăмĕ, хирĕçлесе, пуçĕпе сĕлтрĕ те, эрехне çыхха аялла чăмтарчĕ Матви:
— Ну, хăвăнне ху пĕл. Эп хам та унран эсрелтен хăранă пекех хăратăп. Таçта çитиех ывăтмалла та ăна кăларса — туйĕ туй мар-çке-ха унсăрăн. Миçе çын пуçне кăна çимерĕ ĕнтĕ вăл, эсремет... Эппин, кил-ха, тух-ха кунта, хамăр тăван?..
Лимонада пăкки хĕррисенчен çĕçĕ вĕçĕпе пушаткаласа илчĕ те, кĕленче çăварне çанăпа шăлкаласа, арăмне хăналанма сĕнчĕ:
— Тархасшăн. Вучах апачĕ мар пулин те, уççи-выççине ирттерме шăп та лăп канас. Ĕç. Çи. Вăтанса ан тăр. Вăтанма хĕрпе каччă-им эпир текех?
Пĕчĕк ачана хистевленĕн е кăлпассине, е сырне, е çăкăрне, е лимонадне умлăн-хыçлăн иле-иле пырать вăл арăмĕн çăварĕ çывăхне. Хăрах касăкне хăй хыпать те, тепĕрне, ӳкĕтле-ӳкĕтле, мăшăрне тыттарать. Типĕ апата лимонадпа сыпкăм-сыпкăм йĕпеттерет. Хĕрелет, кутăнлашма пăхать Кĕçени. Матви, арăмен капла кăмăлне кура, пушшех те сăмала пек çыпçăнать ăна, амăшĕ чĕппине тăрантарнă евĕр, пуçĕнчен тытсах сĕмсĕрленет. Кĕçени Матви хĕскĕчĕнчен хиркеленсе хăтăлать те яшт сиксе тăрать.
— Матви, мĕн путишленетĕн эс? Чарăн, теççĕ сана,Батый! Асту, çывхар кăна — тайгана тухса вĕçтереп,хама выçăпа аптăратса вĕлереп. У-у-у, чике старик,шур сухал! Ма качча тухма килĕшсе тульккăш сана.Капла тапăнасса пĕлес пур — ларас-мĕн хамăр ялтахват хĕре тухиччен. У-у-у, упа-утаман, — самант савăнăçне наччасах урăх тĕс кĕртсе чĕлпĕрлерĕ Кĕçени. — Ия çав: хĕр ĕмĕрĕ хăналăх, чатăр карса чараймăн. Юлашки каçăмăр. Ырантан вара, ырантан... Каламаллисенепурне те каласа пĕтертĕмĕр-ши вара эпир, Матви, чĕремĕр тĕлĕнче мĕн те пулин вăрттăнни сăхăланса тăрса юлмарĕ-ши? Кайран-кайран иксĕмĕре те пĕр-пĕринчен пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕнех сивĕнтерекенни, ӳкĕнтерекенни тухмаллипех тухса пĕтĕ-ши?
Урай варринче, йĕкене пĕлтĕр-р пĕтĕрсе янăн, кĕпи аркине сывлăш хумĕ çаптарса, вăр-р çаврăнчĕ те Кĕçени, мĕл-мĕл çунакан çурта, сасартăках кăн-кан хуйханса, лап сӳнсе ларчĕ. Ахаль те çурма тĕттĕм пӳрт сĕм çăралăх ăшне кĕрсе ӳкрĕ.
Матви кĕсйинчен шăрпăк кăларчĕ, чĕртрĕ, çурта патне илсе пычĕ.
— Ан çут, каплах килпетлĕ, — Матви ывăçĕнчи çулăма ывăçĕпе хупласа сӳнтерчĕ Кĕçени. — Тĕттĕмре шухăшлама та ансат, тăн та уçă...
Ывăçпа ывăç пĕрлешнĕрен Кĕçение Матви пилĕкĕнчен тытса каллех хăй çумне сĕвентерчĕ:
— Турăçăм, мĕнешкел вĕри кĕрлеттерет санран, Кĕçени. Тимĕр каланккаран кĕрлеттернĕ пекех. Чисти мар-тен. Хурçă шăрата...
Чавсипе аякĕнчен шарт! тĕкрĕ Матвие Кĕçени:
— Медогонка. Елькка та сана çавăншăнах килĕштернĕ ĕнтĕ чĕмере. У-у-у, вăрттăн чун. Ларнă пулĕ-ха вĕсен хапхи умĕнче те каçсерен... э-э, хурçă... Мĕн, пыл юхтарса. У-у, парам эп ак сана мартен! Сик, тавай, леререх!..
Тарăхнăн, вылякаламалла евĕр юриех ăна кăшт тепре чышрĕ те аякĕнчен Кĕçени, лешĕ, çавна кĕтменскер, урайне лăштăр-лаштăр татăлах анчĕ. Кӳплетсе ӳкрĕ те Матви, малтанах, ыратнипе ыратманнине чухласа иличчен, самантлăха ни ырă, ни усал шарламарĕ. Самайран тин, ниçта та нимĕн те мăкăлтанманнипе саваклансан, пуçларĕ вара çухăрашма. «Ай, ай, те çурăм шăмми, те хул калакĕ шатăрах хуçăлчĕ — унтан та, кунтан та кинжалпа чикнĕн яшлаттарать. Пĕтрĕм, вилетĕп, хур-ах!» — урипе урайне тăкăртаттарса, сассине халь-халь юлашки сывлăшĕ тухасла мĕкĕрттерет Матви. Çапла темĕнччен авкалансан-авкалансан, ури çине тăрст сиксе тăчĕ те çилхăванланнă Матви яра пачĕ элес-мелес ташша. Йăкăлттин-йăкăлттин те сикет, куклене-куклене те ларать, пĕççи-каççине, хырăмне, кăкăрне, çамкине те лап-лап тутарать, шуйттан çурилле хуçкаланать-пăркаланать — кĕскен каласан, антăхса кайса урăм-сурăмланать. Кантăксăр-чӳречесĕр пӳрте тытамак тытнă е усал-тĕсел ернĕ тейĕн — урай хăми лăс та лăс чĕтренет, алă тӳрчĕпе тĕкĕннипе пуç тăрринчи йывăр кушел хăйăн та хăйăн силленет. Матвийĕ хăй, эсрелпе туслашнăн, ши те ши шăхăрать. Сахал-и, нумай-и тӳт-тӳрӳтленчĕ вăл çапла — вăйне вăйкăнтарса ĕшенчĕ курăнать те Матви, алăка пĕррех урипе пырса тăрăслаттарса, тулалла вирхĕнсе те тухрĕ туххăмрах. Унтан, тухнă-тухманах, каялла вĕрхĕнсе кĕчĕ те, тĕлĕннипе шак хытнă Кĕçение икĕ аллиле те йăтса, уçă алăкалла ыткăнчĕ. Тапратрĕ кунта Матви хăйĕн путишне тата тепĕр кана. Кĕçение хулĕсенчен çатăрланă та вăл, хăй тавра çавăра-çавăра, ян та ян янраттарать çĕрлехи тайгана. «Кĕçени манăн арăм. Эпĕ ăна хытă-хытă юрататăп», — кăшкăра-кăшкăра ахăлтатать каччă. Кĕçени пăхнă та çак этеме — хăй курнине хăй те ĕненмест: кам ку — Матви-и е урăх çын-и? Матви, тӳнкки-тӳнкки карусель пек, арăмĕпе пĕр ытамра çаврăнать-çаврăнать те тепĕр ăстрăм, ăшша пиçсе пăш-пăш сывлакан пулсан, пӳрт çумĕнчи тăрăхла сак çине лашт пырса тӳнет.
— Ну, мĕнле хăвна юратнине ĕнентĕн-и ĕнтĕ халь? — çăварĕнчи вĕри сывлăша пал та пал кăларса, пĕтнĕ путишĕпе реххетленет Матви. — Атту эс Ельккасем-темсем пирки мутасланма пăхсаттăн... Саншăн-и? Хушатăн-тăк наччас пуçхĕрлĕ тăрса кăтартатăп. Ĕненместĕн-и?
— Ай, ай, тархасшăн, ан аппалан-ха, Матви. Капла паттăрланнипе те çите. Ĕненетĕп. Сана ĕненмесен, кама ĕненес тата ман, — терĕ те Кĕçени, упăшкине урăх асаплантарас марла, ун çумне таччăн сиксе ларчĕ, ăна хулĕнчен кĕлентĕрлерĕ. — Çитĕ ĕнтĕ, лăплан. Ав, çăлтăрсем епле чăлтăртаттарса пăхаççĕ...
— Вĕсем, леш... Мĕн ятлăччĕ-ха ялти сана саваканкаччу?.. Иксĕр пĕрле калинкке хуралланă каçсенче те çаллах чăлтăртаттарса пăхнă пулĕ-ха?.. — Ельккашăн тĕксе илнипе парăмне каялла тӳлелесех лăстăртаттарчĕ Матви. — Ия, мĕн, тĕрĕс каламастăп-им? Ларсан-ларсан, хурăн çырли татма пĕшкĕннĕн, леш хайхи ханттарĕ мăр-мăр кушакла, туту çывăхĕнчех çулланнă-тăр... Чăлтăртаттарса пăхакан çăлтăрсенчен те именсех тăман-тăр...
Матвин кунашкал йĕплешĕвне илтсен, çепĕçленме ĕлкĕрнĕ кăмăлне самантрах сĕвĕрĕлтерчĕ Кĕçени.
— Эх, Матви, чĕлхӳ çине çăпан шăтасшĕ... Йĕкĕлтешсех, шӳтлешсех... — Кĕçени сасси вăйсăрланнăçемĕн вăйсăрланса пычĕ-пычĕ те куççулленсе чĕтренме тытăнчĕ. — Эх, хамăр та çав... ача-пăча...
— Ара, эп мĕн тесе çеç, ара, ху пуçларăн та — Елькка та Елькка, терĕн. Ара, эп мĕн... — сăмах шыраса хăшкăлнăн, тем саманта чĕптĕм те шарламарĕ Матви. Пăртакран, усăннă çӳçне вирелле ласт майласа, вĕçерĕннĕ шухăш чĕлпĕрне çăмăллăнах тупрĕ. — Вăт, пĕлетĕн-и... Эх, сăмахсем, сăмахсем!.. Хуть те кунĕ-кунĕпе çĕрĕ-çĕрĕпе мутаслан — пурпĕр чĕрере мĕн калланнине тĕпĕ-йĕрĕпе шĕкĕлчесе параймаççĕ-параймаççех вĕсем. Кĕçени, манăн вара сана чĕре хӳттинче туптаннине, чăн-чăннине, яланлăххине çеç илттерес килет. Пӳрт купалама çутă та шултăра, сухăр тапса тăракан пĕренесем кирлĕ. Пирĕн пӳрт, Кĕçени, килйыш пӳрчĕ, анлă та хăтлă, хĕвел ларлаттарса кĕрекен чӳречесемлĕ тирпейлĕ пӳрт пулĕ. Ĕненӳ-хуçаланĕ унта, этемле тараватлăх шăлами талса тăрĕ... Епле, шанатăн-и эсĕ çавна, Кĕçени?
Кĕçени Матвин сылтăм аллине шыраса тупрĕ те ăна, мăй çывăхĕнчи кăлт-кăлт юн тымарĕ тĕлĕнче шăппăн выртаканскере, танлăн, тав тунăн чăмăртарĕ.
— Ара, шăтти-патти хăтланса хăçан мăшăрлă пурнăç чиперленни пур! — сасси тăн-танрах тухрĕ пулин те, тарăхни палăрмарĕ Кĕçенин. Усăсăр пăтăрмахланнă кунсене шеллевсĕр, ним пĕлтерĕшсĕр аса илнĕн, лăпкăн та çатăртатмасăр, таралатлăн калаçрĕ вăл. — Чăн та, лешĕ хайхи ман çума сăпса пек сырăнман-тăкки, эпĕте, паллах, Çĕпĕр таран çатăлтаттарса килместĕмччех пуль. Çавскер манран, ай тур-тур, вунă çула яхăн та аслăрахчĕ-няк. Клуба-мĕне тухаппи, кӳршĕрен-мĕнрен таврăнатăп-и — кускер пӳлет хурать çула. Калаçтарма, хăй енне çавăрма хĕремесленет. «Юрататăп эпĕ сана, Кĕçени. Сансăр пĕр çеккунт та пурăнма пултараймастăп. Тух мана качча. Алă çинче кăна мар, пӳрне вĕçĕ çинче йăтса çӳрĕп,» — тесе йăлăна-йăлăна тилмĕрет, иксĕмĕр пĕрлешсен, пылпа çу пурăнасса ĕнентерет. Лавккаçăччĕ те хăй, часах икĕ хутлă чул çурт та çавăрса лартаять имĕш, çăмăл машина та туянса яма кăмăлĕ пур-мĕн. «Çук, юратмастăп эпĕ сана, картне картăнман Кавĕрлене, килĕшместĕн эс мана. Хыççăн çӳресе, пушмаку тĕпне те пустуях ан çийĕнтер. Урăххи туп», — тесе шат та пат касса татрăм та çавна пĕррехинче, вăрласа кĕрсе ирĕксĕр арăм тăвассипе сехĕрлентерме тытăнчĕ хайхи. Шутларăм-шутларăм та, кунашкал тăрпалтайпа вĕçне-хĕрне тухса пĕтеес çук тесе (ун чухне тата, телее, сухăр юхтарнă çĕре ăсанма чĕнсе çӳрекен çын та пынăччĕ пирĕн яла), паспорт тутарнă-тутарман, тытрăм та ярăнтартăм Çĕпĕрелле...
Кĕçени, пуçĕ тăрринчи йывăрăша çăмăллăнах тĕксе йăвантарнăн, кăкăр тĕпĕпе тарăннăн, ӳлкевсĕррĕн хаш-ш хывласа ячĕ. Унăн сисĕнкĕсĕр хашлатăвĕ кĕтмен çĕртен çил пухăнса хумхантарнă çăтăл-çăтăл çулçă пăшăл-татăвĕ евĕрех туйăнчĕ Матвие. Çавăнпа Матвин ку ăшпиллĕ варкăша сăмах чĕнмесĕр, шăлпăн татах та татах тăнласси килчĕ.
— Июнь варри... Мĕнешкел кăмăллă япала иккен вăл, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнлансан, — çулçă çатăлтатăвĕ евĕр кăшт çеç палăракан варкăш каллех Кĕçенин сывлас сыпкăм сывлăшне чиперлетрĕ.
— Эх, хамран кăна килес-тĕк, çутçанталăк ырлăхĕпле киленекен пур-пур çынна та телейлĕ тумалла таэпĕ. Сана, Матви, ху времянкăна çĕмĕрттерсе кĕнĕ-кĕмен куртăм та-а — чаш-ш пĕçерсе кайрĕ чĕрем: «Ку манăн, упăшка пуласси», — терĕм. Ун хыççăн вара — иккĕленмен те. Матви, ма кулан, ма кулан, мĕн, чăнкаламастăп-и? — шăпланнăскер, паçăрхи халлĕнех хурăн вутти евĕр кӳ-ӳ чĕрĕлчĕ Кĕçени. — Хăть кул, хăть ан кул, халь хыçа юлчĕ ĕнтĕ апла-капла шутлама. Халь ĕнтĕ эсĕ, Матви, манăн. Ĕмĕрлĕхех, — Матви тутине ал тупанĕпе лап хупласа хучĕ кӳренесле Кĕçени. — Асту,кулма пăрахмастăн-тăк — çиллелетĕп ак. Арăму пулмата килĕшместĕп...
— Ара, эп унпа мар-ха, Кĕçени, сана апла-каплакӳрентерес тесе мар.
Матви, тăрса, пӳрт умĕпе каллĕ-маллĕ хутлама тапратрĕ. Хутласан-хутласан-вăл, тăл чарăнса, аллисене икĕ еннелле ярт сарса ячĕ те, лăр-р вĕçсе каяс вĕçен кайăкла: «Эх, Кĕçени, каçĕ, каçĕ, каçĕ мĕнешкел кĕçĕр!» — тесе йĕри-тавралла савăккăн пăхса çаврăнчĕ. Вара, мĕн ĕмĕтленни çитнĕн, Кĕçени умне пырса ăна хăй ытамне йăтса тăратрĕ те, куçĕнчен шанчăклăн тимлесе: «Пурăнăпăр-ха эпир, Кĕçени, пурăнăпăр, епле ăшă пурăнăпăр», — тесе, танлăн, тивĕçлĕн пăшăлтатрĕ.
Чĕрĕлет тайга. Сĕм-сĕм вăрман, тулли уйăх тӳлекĕпе йăпăртлăха кăна кăтăша сĕнкнĕскер, халь-халь хăпарас хĕвел хĕпĕртĕвĕпе çав тери сисĕмлĕ, çав тери янкăр. Тулса тăкăнас туйăмлă хĕр хăй илемĕпе хăй киленĕçленнĕн, кĕре ӳте пытарас та теменĕн, çав тери тулăхлă вăл, çав тери шĕкĕр. Пĕтĕм кĕлетке-пĕве, ăса-чуна хăпартлантарса тăрать çĕнĕ кун çĕкленес хаваспа хăватланнă вăрман чĕрĕлĕвĕ. Шучĕ те çук кайăкĕ-кĕшĕкĕ те, тĕрлĕ-тĕрлĕ курăкĕ те, тен, çĕрĕпе аш татăкĕ шыраса хăшкăлнă çĕршер-çĕршер тискер чĕрчунĕ те, йывăçĕ, çырми-çатри те — кăвак тӳпе айĕнче юп куракан, йыш хунаттаракан нумай-нумай темтепĕр йăлтах пĕр аслă пĕр пĕтĕмлĕхе тĕвĕленсе-чăмăртанса, пĕр аслă пĕр пĕтĕм йăвă кĕвве ĕнерĕннĕ: мĕн, мĕнле савăнăç-терт кӳрсе килĕн эсĕ, тин çеç çĕпреленекен хăватлăран та хăватлă кун? Кама телей сунăн, кама, йăлăнса ыйтсан та, мăкăл та çаврăнса пăхмăн...
Сунарçă пӳрчĕ патĕнчен таçта леререх, ытти сасăсене пусăрăнтарса, чăтлăх ян-янне вăркăнтарса, хир качаки вăйлăн та ирĕккĕн вĕрсе ячĕ. Унăн сасси, лайăх çурăлакан вутта пуртă çивчĕшĕпе кăрăнлаттарнăн, аякка-аякка чĕнӳллĕн, хăватлăн илтĕнсе тăчĕ. Чан пек ку сасă — йыхăравлă, уçă, пăхăнтаруллă... Ăна итленĕçемĕн итлес килсе тăрать.
Тайга илемĕ — хир качаки сасси янраса кайнă-кайманах, пĕр-пĕрин ытамĕнче шăпăрт хытрĕç Матвипе Кĕçени васкаварлăн. Ку сасă, хĕвеле кун тӳпине хăпарма васкаттаракан сасă, вĕсене, пĕр им-юмпа тутлăхланнă икĕ савакан чуна, хăйсен ятне хывнă чипертен те чипер, ĕлккенрен те ĕлккен юрă пек туйăнчĕ. Çавăнпа, çак хитре сасса шутсăр килĕштернине, лешĕ йăмсан та, чĕрисем витĕр вăрахлăха сăрхăнтарчĕç вĕсем ку пархатара.
— Çĕпĕре килнĕ-килмен ун сассине пуçласа илтрĕм те: «Ай-уй, хир качаки те вĕрет-и, ара, йытă мар-çке-ха вăл?», — тесе хы-ытă тĕлĕннĕччĕ, — терĕ Кĕçени пăртакран, асĕнчи кĕвĕлĕхрен хуллен-хуллен сĕвĕрĕлсе. — Эп тĕлĕнетĕп, времянкăра пĕрле пурăнакансем кулаççĕ...
Халь хăнăхрăм та, унтан килĕшекен сасă та çук пек туйăнать тайгара.
Вăйлă чĕрчун. Пĕрре сикнĕ чух темиçе утăма ярлаттарса сикет вĕт. Тайга пуянлăхĕ ĕнтĕ, мĕн калăн, — ĕнтĕркенĕрен, Кĕçени каллех хулпуççийĕсене кăлт-кăлт сиктеркеленине туйрĕ те Матви — мăшăрне, ăшăтасла, çурăмĕнчен паçăрхиллех лăп-лăп тутарчĕ. — Атя, пӳрте кĕрсе ăшăнар пĕрех хут? Тен, кăтăш та туса илĕпĕр. Ав, хĕвел те тухайман-ха халь...
Халь-и?.. Çывăраймасăрах ир турăмăр иккен. Халь мĕн çывăрса чăрманмалли ĕнтĕ? Ыйхă вăл, ху калашле, запчаç мар, татах та пулĕ-килĕ. Пĕр каç куç хупманшăнах... Часах, ак, аслă çулла машинăсем иртме тытăнмалла, поселока-мĕне. Таплаттарар пуль çул хĕрринелле, çыхăсене илер те, — Кĕçени, Матвирен вĕçерĕнсе, пӳртелле утрĕ. — Çук вĕт, грузовикĕ те мотоцикл мар, тĕкнипех хускалмасть. Ларар хăть лере тухса, хуралласа.
— Атя, эппин, — пĕр сăмахсăрах килĕшрĕ Матви Кĕçенипе. Вăл та мăшăрĕ хыççăн пӳртелле утрĕ: «Чăн та, тин, çывăрас тесессĕн те, ыйхи пухăнаяс çук пирĕн. Уттарар-ха, эппин, çул хĕрринелле».
Шалта вĕсем сĕтел çине шăлса тирпейлерĕç, çунса пĕтеймен çуртана хăй вырăнне, маччаран çакăнса тăракан йывăç кушиле, хучĕç, кăшт-кашт япалисене чикнĕ çыххисене йăтса, кунти тарават хĕртсурта тав туса хăварса, пӳртрен тухрĕç.
«Сунарçăсен ку пӳртне кăна мар, çак сĕм-сĕм вăрманпа çут тĕнчен кăвак-кăвак тӳпине те пин хут тав. Вăл пире хӳтĕ пачĕ, тăнăçлăх кӳчĕ, хамăра татах та авантарах ăнланма пулăшрĕ. Нихăçан, нихăçан та манмăп, асăмран кăлармăп эпĕ сана, кăçĕрхи хаклăран та хаклă, асамлă каç. Мĕншĕн тесен эсĕ маншăн, хĕр ĕмĕрĕпе ĕмĕрлĕхех уйрăлас ăшхыппи чуншăн, чаплăран та чаплă туй пĕркенчĕкĕ пултăн, ятне савăнăç парнелерĕн. Урăхран эпĕ, çăмăл килет-и, йывăр-и, ялан-яланах санпа, сан ăшшупа хавхаланса пурăнăп пурăнан пурнăçра, санран чăтăмлăхпа тӳсĕмлĕх, сăпайлăхпа ăнланулăх илĕп, хамра тĕлкĕшекен юрату кăварне нимĕнле чурăслăхпа, хирĕç çилпе те сӳнтерме памăп. Вĕçĕм-вĕçĕмех лайăхшăн, пĕртен-пĕр ырришĕн кăна тăрăшăп. Тавтапуç сана хаклăран та хаклă, асамлă каç!» — хăтлă кĕтеспе сывпуллашнă май ăшри савăнăçне кĕлĕ каланă евĕр кĕвĕлерĕ Кĕçени. Уншăн, турат вĕçне ларнă сар-кайăкла — пĕтĕмпех хĕвеллĕ, пĕтĕмпех ирхи сывлăм юрриллĕ. Матви, кĕçĕрхи асамлă каçа Кĕçени пекех кăмăллать пулин те, таçта, чĕри таврашĕнче, ытлă-çитлех мар унăн. Çураçнă хĕрĕ валли Зима хули таран çӳресе туй пĕркенчĕкĕ тупса парайманни те тин çеç юсавран тухнă грузовикĕ, мăшкăлланăн, вăрман варринче чарăнcа ларсан хăй нимĕн те тума пултарайманни те, тен, Кĕçение шатăр юратупа савнăран, сунарçăсен пӳртĕнчех хăйне айванла, ачапчалла тытни те, ăна сисĕни-сисĕнми тăвăнтарса-ӳпкевлетсе тăрать. Калĕччĕ, тăвĕччĕ вăл нимĕн те ыйтман Кĕçенишĕн тем-тем савăкки, хăй те, Кĕçени те, пĕлменни-тĕшмĕртменни — анчах та, пыр-ха, шыраса туп-ха çав пĕлменни-тĕшмĕртменнине. Ăçта, хăш хушăкра пытанса пурăнать вăл? Е тата, чее ырашпăтрилле, «вăт хыпап, вăт хыпап», тесе, юри кăна канăçсăрлантарса хыпкалантармасть-ха Матвие ку хайхи тем-тем?
Çĕркаç Матвипе Кĕçени хăпарнă енчен сасартăк, хир качаки ирхи куна кӳнь-кӳнь-кӳнь вĕрсе саламланă евĕр, машина нарт-нарт-нарт тутарса кăшкăртни уççăн янкăссăн янăраса кайрĕ. Утас утăмне хулленлетсе, тăн-н тимлесе пычĕç çак йыхăравлă сасса Кĕçенипе Матви.
Матви, пире шыраççĕ, — хăй хĕпĕртенине туххăм та пытармарĕ Кĕçени. — Куратăн-и, телейĕмĕр те хамăрпа пĕрлех иккен. Эс, пур, харлаттарсах патша тăвасшăмччĕ, эх, ыйхă чăпти! Атя, вĕçтертĕмĕр!..
Атя!..
Иккĕшĕ те вара вĕсем, шанчăклă çĕнĕ куна шанчăклăн çĕмĕрттерсе кĕнĕн, сăртран вĕçнĕ пек анаталла ыткăнчĕç...
...Тпру-у! — лавкка умне пăрăнса кĕрсен, тилхепине карт туртрĕ Матви. Лаша, кунта çити хăй сулăмĕпе янкăлтатса килнĕскер, пăхăнасшăн мар кутăнлашнăн, чарăннă-чарăнман сулахаялла-сылтăмалла хиркелеме пăхрĕ те çунана, тилхепе çирĕп алăра иккенне чухласан-уясан, сăмса шăтăкĕсене хăрт-хăрт тутарса, лăпланса-пусăрăнса тăчĕ. — Елькка, ме-ха, тыт тилхепене. Ай-турах, ку чалакпа... Эп кĕрсе тухам-ха шала, мĕн тума. Ачасем валли те, хыпаланнипе, Шупашкарĕнче нимĕн илсе ĕлкĕреймерĕмĕр. Туянам-ха кĕрсе кучченеç-мĕн... Аван-и, начар-и те — хуларан таврăнатпăр-çке. Кĕтеççĕ... Ху вара эс, Елькка, эп тухсан, кайран мĕн тăвăн-и лавккине, кĕрĕн-и?
— Эс кĕр, кĕр, Матви. Ман, унта пулма, çăмăлĕ теçукрахчĕ-ха. Ĕнер çеç хамăр ял лапкине хăпарса аннăччĕ,туянса хунăччĕ мĕн кирлине, — юр çине тăрăст сиксе, уритĕлĕрме тытăннине ирттерсе яма, çăматăпа çăматташăт-шат тĕккелерĕ Елькка. Кăпăш юр, кăçал çеç пустарнă çăматă пуснипе, çĕп-çĕнĕ пыл карасĕ евĕр пăт-пăтпута-пута кĕчĕ, куçа илĕртмелле хитре-хитре йĕр турĕ. — Эс, тулĕк, хыпаланарах Матви. Вăр-вартарах. Ав, куратăн-и — пĕлĕт палăрми юр тăкăнать. Капла, чарăна-чарăна кайсан, ултă çухрăма та ултă талăкра каçса пĕтеймĕпĕр. Пыр, пыр, хăвăртрах, васкавартарах...
Çур сехет майлах тăчĕ Матви лавккара. Вара, шухăшлани çитнĕ çынла пит-куçне ăшăнтарса, каялла тухрĕ. Ытамĕнче хăйĕн — темĕнле вăрăм коробка, пĕчĕк-пĕчĕк чĕркемсем.
— Атя-ха, хыпаланар, лар, — Матви ытамĕнчен çĕклемĕсене улăм ăшне чике-чике хунă хыççăн лашана çул еннелле çавăрчĕ Елькка. — Ытла нумай тăтăн эс шалта. Элле, çур лавккилех пушатса тухать-и ку, тесеттĕм, — хистевлесе, тилхепине кăрт-карт туртрĕ вăл. — Ак ку мĕн кучченеçĕ тата, хут хупăри? — терĕ те сулахай аллипе хăех хут хуппа сирсе пăхрĕ. — Кĕпе? Ара, туй пĕркенчĕкĕ мар-и ку?
— Çапла, тĕрĕс. Туй пĕркенчĕкĕ.
— Кам валли? Дина валли мар пуль те? Дина — качча каяс хĕр.
— Иртерех-тĕр-ха ăна. Кĕркунне те, Турчăка Кули ачипе çыхлашса, ав, веç аптăраса пĕтрĕ. Тĕклентĕр пăртак. Ура çине тăтăр, çын пултăр. Хамăр валли ку пĕркенчĕкĕ, Кĕçени валли...
«Кай, ан тĕлĕнтер, ват пуçпа», — тесе тĕксе-кулкаласа та илесшĕнччĕ те Елькка Матвие, ăна куç хӳрипе вĕлт çупăрласа пăхсан, лешĕ чăнласа каланине чухласан — шарламарĕ.
— Туйне те Çĕпĕрте пĕркенчĕксĕр ирттертĕмĕр те, халь, ак, аса илнĕ пеккĕн... Тăвасах пулать ĕнтĕ шантарнине, панăччĕ те сăмахне... Кайран-кайран — маннă. Аванах та мар та ку яхăн — ăнланĕ... — кĕрĕкĕ кĕсйинчен пирус кăларчĕ Матви, чĕртрĕ. Те, автобусран аннăранпа та çăварне хыпманран, пирус тĕтĕмне техĕмлĕн пĕтĕрме тытăнчĕ.
Кĕçени аптăранăранпах çапла вăл — алкум картлашки çине тухса ларать те, шухăша путса — туртать, туртать, туртать. Килĕнче те, рейсра та яра куна туртать (Матви шоферта, шкул машинипе ĕçлет). Малтан, хуйха-суйха сĕвĕртмелле, пăт-пат кăна тĕтĕм шăрши кăлараканскер, юлашки уйăхсенче пăравус труби пек мăкăрлантаракан пулчĕ. Çур кунта — çур пачкă тăлпаласа хурать. Çĕрле те чарăнмасть. Ыйхи тарнипе йăлт хăшкăла-хăшкăла çитсен, тухать те алкум картлашки çине ларать пирус мăкăрлантарса — темĕнччен шухăшлать, шухăшлать, шухăшлать... Тен, пуç çине пуç йăтайми хурлăх йăтăнса анман-тăк, пĕр кунта, тăнч пурăнманнăн,(иккĕшĕ те — ашшĕ те, амăшĕ те — сарăмсăр тăрăнса вилмен-тĕк, хĕр нуши-асапĕ çумне виççĕн тан — виçĕ шăллĕ — тиенсе хӳтĕ кĕтсе пăчăртанман-тăк, тен... телейлех çаврăнса тухатчĕ Елькка шăпи? Тен, кайран-кайран, та, кунне-çĕрне хăраххăнах катăлтарас темĕн-тĕк, тупаятчех вăл курмалăх-калаçмалăх мăшăрне, юнран ӳт илнĕ тăван ачи-пăчи сассипе тăнăçланмалăх çитеретчех хăват килйыш телейне чăмăртама...
... Туй пĕркенчĕкĕ... Сĕрме купăс сасси евĕр инçе-инçе те тунсăхлă-тунсăхлă сасă. Ӳтленейми, суракан сурана мĕнпе те пулин асăрханмасăр тĕкĕннĕн, тăварлă, тăкăскă асаилӳ. Кантрине карăнтарсан-карăнтарсан та, персе ямасăр тӳснĕ, чăтнă, вунсакăр-çирĕм çул каяллахи кунсемпе-сехетсене кăнтарăннă тертлĕ-таптавлă вăйкăнчăк ухă йĕппи.
...Тумла шăпăртатать. Картишне, алкум умне, автан ĕçсе тăранмалăх шыв пухăннă. Пӳрт карнисĕсенчен, вырăсла хапха тăрринчен пăт-пăт-пăт тумла тумлать, çуркунне сасси вăл.
Март.
Тăракансем çине, кунта, тăрă айĕнче, тумлам юр шывĕ те ӳкмест. Хапхаран пĕр-ик утăмра, тăрă хĕррипе шай — тумлам сăмсипе таккаса тунă тӳп-тӳрĕ йĕр. Хăлхана, кăкăра янкăссăн тирĕне-тирĕне шĕнк-шĕнк, йĕнк-йĕнк илтĕнет тумламăн ыйхă çĕтернĕ кĕмĕл кĕвви.
— Елькка, кала, татăклă сăмаххуна юлашки хут илтмесĕр вырăнтан та тапранмастăп эпĕ. Хăть те çур çĕр çиттĕр, хăть те çутăлтăр, — аллисемпе хыçалалла тĕревленсе юпа çумне çурăмĕпе таяннă та Матви куçĕпе инçете-инçете тивкернĕ. — Хам çӳрекен машинăна та урăх çынна патăм, паспортран та пропискăна кăларттартăм. Юлашки каç тăван ялта...
— Каятăнах апла? — йĕкĕт чĕнтерсе кăларнăран хыпăннипе тата савнийĕ Çĕпĕре ăсанассине кура тăркач, нимĕн те уççи-хуппине шарлаймарĕ Елькка тӳрех. — Апла, каясах терĕн, эппин? — терĕ çеç ăшĕ çуннине нусарса.
— Каятăп, Елькка. Ман кунта нимĕн туса пурăнмалли те çук урăх. Тăвăрланчĕ тăван ялта та. Эх, эсĕ те çав! — типĕ шанкă евĕр пал та пал хĕм сирпĕтет Матви, итлекене итлеттересле лăпкăн та уяса калаçать. — Салтакран таврăнни те çулталăк та виçĕ уйăх. Нивушлĕ вимĕн чухлĕ те шанмастăн эсĕ мана, Елькка? Пĕлетĕп — шăллусемшĕнех... Ара, мĕн... çын тăваймастпăр-и шăллусене? Тăватпăр, ура çине тăрататпăрах. Çăкăр ĕçлесе илмелĕх вăйăмăр-халăмăр çителĕксĕр-и пирĕн? Эпĕ икĕ çыншăн, виçĕ çыншăн, тăватă çыншăн мекĕрленĕп, нимĕн каннине пĕлмĕп, çемье лавне йывăрлăхран туртса кăларăп-кăларăпах... Эсĕ çеç килĕш, Елькка?
— Ах, Матви... — ассăн сывларĕ хĕр. — Ма шанмастăп? Шанатăп эпĕ сана. Эсĕ, Матви, ĕçчен, тӳрĕ, сăпай этем. Пусăрăнтăм хуйхă хыççăн. Иксĕмĕр пĕрле çӳренисем те темле тĕлĕк пек çеç туйăнаççĕ, кино евĕр. Эсĕ таçта инçе-инçе...
Ашĕнче вара унăн урăх шухăшĕ, чĕрере мĕн пуррине, çиеле вăркăнса тухма хывăннине пуслăхпа пусарса тытса чармалли тертленӳччĕ. «Ах, юратăвăм, чунăмçăм Матви. Хăв та, ăсу-чуну та чивер, хип-хитре санăн. Пăхса ытарайми. Ах, пурнăç — мерекке. Пӳрнĕ телеех, ăссăрла, хăвалатăп, хăвалатăп çумăмран. Мĕн, япăх упăшка пулнă пулăттăн-ши вара эсĕ маншăн? Е эвĕ саншăн япăх арăм пулнă пулăттăм-и? Çук-ха, ку мар пăшăрхантараканни. «Ара, мĕн... çын тăваймастпăр-и шăллусене?» — терĕн те — паян валани пур чух та ырана тĕрĕсе килмест-çке. Ют юн, ытлашши çăвар, çитменнине тата — виççĕн. Урлă, харкашмасăр пурăнсассăн та хамăр — ют ача ютах ĕнтĕ, тивĕçсĕр кӳрентересси те, хăяккăн пăхасси те пулĕ ăна. Тустарса ил хăв ачуна — тевĕр темиçе самантранах лешĕн пĕлĕтленнĕ кăмăлĕ çутă, хавас; кусем, Матвирен тăван маррисем — наччас тутисене пăрĕç, аппăшне, вăр-вар качча сиксе тухнăшăн, ӳпкелеме пăхĕç. Ӳсекен чунсем-çке — шухăшламалла. Камăн шухăшламалла? Хамăн малтан шухăшламалла. Капла, шăтти-патти хăтланса, хамăнне те, шăллăмсенне те аркатса тăкăп кунне-тăнăçне. Матви те, пурăнсан-пурăнсан, тулхăрса, сăмах тĕксе илеймесĕр тӳсеймĕ. Ара, мĕн тăвăн, терт-çке. Ахаль те, аттепе анне çĕре кенĕ хыççăн, çунатсăр кайăксем пекех те вĕсем, шăллăмсем. Юрĕ ĕнтĕ, чакас мар лĕр палăртнă кăмăлтан каялла. Телейĕ те вăл, тепĕр тесен, те икке пайлансан авантарах, те — хăраххăнах пухутлă...»
— Çук, тĕрĕсне каламастăн эс, Елькка, суятăн. Шаннă-тăк, ĕненнĕ-тĕк-и? Эх, сăмахха мĕн акса-тăкса тăмалли. — Елькка шухăшне пĕлнĕ пекех тарăхрĕ, йĕвелĕкленчĕ Матви. — Анчах та çакна асту, Елькка: телейĕн пĕр куçĕнчен шерпет тăкăнать-тĕк, тепĕр куçĕнчен — куççуль шăпăртатать. Кала, Елькка, кала, кĕтетĕп. Ан хĕрхен мана, эп — тӳсĕмлĕ, чăтăп... «Кай», тесен, урăх ыйтса-тилмĕрсе тăмăп. Çĕпĕрĕн-мĕнĕн тухса патлаттаратăп, «юл», тесен...
Матвипе Елькка хушши, утас-тăк, ик утăм, хӳхлевĕ-калаçăвĕ хушши — пин утăм. Куçа-куç тенĕ пек тирĕннĕ Матви Ельккана, унăн татăклă сăмахне кĕтет, кĕтет, кĕтет...
— ... Кай, — йĕкĕте илтĕнмелле халcăррăн пăшăлтатрĕ хĕр тути. — Чипер кай... Телей сунатăп... — хаш-ш сывласа ячĕ те Елькка, йĕкĕт тавăрса мĕн каласса кĕтмесĕрех, хапха алăкне кăлт тĕкрĕ, картишне кĕрсе тăрса, тĕкĕ хучĕ.
Матви те, ни ырă, ни усал палăртмарĕ урăх, хĕрĕн татăклă сăмахне чĕри патне çитернĕрен тăн-н хытрĕ те пĕр саманта, ĕнтĕ нимĕн те çĕнĕлетме çуккине ăнкарсан, пусăрăнма тапратнă юра татах та пусăрăнтарса, хăйсен пăрăнкăçнелле — Çуткасалла — анса кайрĕ.
«Юл, ан кай, юрататăп сана, Матви, таврăн, чунăм-савниçĕм», — тесе кăшкăрса, хапха питĕркĕçне шăлтăр-шалтăр уçса, хыççăн чулса тухса, хуса çитсе ăна мăйĕнчен уртăнасси капланса, йӳçсе-тăвăлса килчĕ Елькка ăшĕ-чиккинче. Анчах та вăл, вăйран шĕлтĕрех сулăннăскер, халха питĕркĕçне тытнипех хăлăп тимĕри çумне пуçĕпе тирĕнчĕ те, хулпуççийĕсене чĕтретсе, шăлĕсене çыртса, эрлĕклĕн-тăвăнчăклăн макăрса ячĕ.
Пат-пат-пат сăрхăнчĕ хапха питĕркĕçĕ сине куççуль.
Март...
Тумла шăпăртатать...
... Туй пĕркенчĕкĕ... Хăй телейĕ çине хăй алă хурса, хăй таптаса лутăрканă çуй'кăнчăк. Ия, миçе хĕл те миçе çу иртрĕ ĕнтĕ унтанпа, сасси иккен, ав, халĕ те чĕререх. Чăн та, сĕрме купăс сасси евĕр — нăй-нăйăл-нăй.
Хурлă, тăварлă, йăпанчăк сасă. Çывăх-çывăх та тăван-тăван сасă.
Кулянăçлă-и, хурлă-и асаилĕвĕ — ара, ку пурпĕр Елькка кунçулĕн пĕр пайĕ-çке. Вăл асапланнă, пăшăрханнă, çуннă-ĕмĕтленнĕ çĕрсемпе кăнтăрласен сехечĕ-саманчĕсем. Çапла, кулянăçлă, хурлă сехетсемпе самантсем кăна мар, савăнăç, шанăç тăкăнса тăракан чăп-тулли симпыл куркиллĕ сехетсемпе самантсем те пулнă Елькка пурнăçĕнче. Пӳрнĕ телейпе хăпартланса, ăс-пӳ, чĕре пĕр кĕвĕллĕн çунат çапнă самантсем. Асра юлмалли вăл, паллах, хĕр ĕмĕрне ĕмĕрлĕх картăнса, хитреленсе кĕни — авăн çапнă каç. Хурлă, кулянăçлă, нăй-нăйăлнăй сĕрме купăс сассиллĕ тăкăскă, йӳçек, ӳкĕнĕçлĕ каç мар, шатăр тусанлă, тăр-тар-тăр молотилка сассиллĕ, çапах чи-чи çĕкленӳллĕ каç. Тутапа тута кăварĕн чи-чи пирвайхи те чи-чи юлашки хĕлхемĕ.
... Тусан, тусан, тусан. Мăшăр трактор çутатакан лаптăкра — тусан, тусан, тусан, тусан. Молотилка хырăмне панлатса кĕрсе кайса, улăм пулса лашлатса тухакан кĕлте тусанĕ.
Çĕрле. Ентрĕклĕ, кăчăр-кăчăр каç. Октябрь варри...
Кунта, молотилка таврашĕнче, ни ĕнтрĕк, ни кăчăр-кăчăр палăрмасть. Кунта аçлăкпа хура тар тăванлашнă. Пăчă, хаваслă, вăр-вар.
Хутлă-хутлă виçĕ кусла. Кĕлте, сенĕк юппине тирĕнсĕ, малтан аялти кусласем çинчи хăма утрава, унтан тепĕр утрава, варринчине, вара тин чи çӳле хăпарса çитет те, пăрнă çыххи çĕçĕпе шатăрт касăлсан, барабан умне хыпаланать.
У-ух! У-ух! тăва-тăва илет молотилка, ун çăварне кĕлте тĕртмессерен.
Аялта кĕлте ларса тăракансем — Матви тата ун çулĕсенчи, çулланнăраххисем те — каччăсем, арçынсем. Матви — варринчи утрăвра. Çĕртен хăпараканнине сенĕкпе чăнка леçе-леçе тăраканни.
Елькка — сăртра, чат чăнкăра. Матви перекен кĕлтесене вăл барабан умĕнчи сарлака хăма çине хурать.
Ĕç, пĕрре пуçарса янăскер, татти-сыпписĕр кĕр-кĕр-кĕр. Кĕлтесем, аялтан çӳлелле — вĕлт-вĕлт-вĕлт. Улăм молотилка ăшчиккинчен тулалла — ласт-ласт-ласт.
Ĕнтрĕклĕ пулсассăн та каçĕ — ăшра ăшă-ăшă, ырă. Хулçурăмра, кĕлеткере, татах та татах та ĕç ыйтса, вăй вылять. Сăнсем — çутă. Кăмăлсем — ярт.
Ĕнте капанĕ те çуррин çурри кăна. Катăлать, иксĕлет сĕлĕ каланĕ.
— Атьăр, сывлăш çавăрса ярар, — сĕнет тахăшĕ тусанпа чыхăннă сассипе.
«Ярар, ярар», — теççĕ ыттисем те, нихăшĕ те ку сĕнĕве хирĕçех пулмасăр: ара, сывлăш çавăрса яни — хăех ĕçе хушма тĕрев-çке, кан, апат çырткала — каллех эсĕ вăйпитти, ĕшенчĕксĕр. Куçкĕрет ӳсĕм те ĕнтĕ акă кал-кал хушăнса пырать.
Çынсем, сенĕкĕсене, кĕреплисене сĕвентерсе ĕç вырăнĕсенчен аякках хăпмасăр, кам ăçта çавăнта — кĕлтесем çине, тырă кăшăлĕ, улăм кули кутне лара-лара тухнă, кам, тăвар сапса, çăкăрпа çĕрулми, хăяр çиет; шӳтлеççĕ, калаçаççĕ — канаççĕ.
Молотилка сасси хулленленет — мотор та, йышпа пĕрле кану кăшăлне хутшăнасла, вăраххăн тăкăлтатма тытăнать.
— Ме, пахучĕпех пултăр, тыт! — çурăмĕнчен лап!персе парать Матви мĕшĕлти Ельккана кĕлте. — Ан çывăр!
— Ах, эс çалла-и-ха?! — тĕк пек вĕçсе хăпарнă кĕлтене каялла вăркăнтарать Елькка. — Ме, хăв кучченеçне хăвах туян! Айван!
— Ха, парам сана — айван! Çăкăр-тăвар хире-хирĕç, тыт! — паçăрхи йĕрпе каллех çӳлелле вăйкăнать кĕлте. — Пĕрре, иккĕ...
— Виççĕ, тăваттă! — тет те ярăнтара парать Елькка кĕлти-мĕнĕпех Матви ытамне. — Тыт мана, ан сехĕрлен!
Кусла йывăрăшла пусăрăнса, лăчăртатать-нăчăртатать — тӳнмест. Иккĕшĕ те, кулса-савăнса, кĕлте купи çине йăванаççĕ.
— Ак сана! Ак сана! — йĕкĕт сулăмĕпе юри çиелетухнă Елькка чăнлашсах тăк! та тăк! тăрăнтарать Матвие чышкисемпе унтан та кунтан. — Ашкăнчăк! Вĕрентем сана хĕрсене кĕлте кукли епле çитермеллине. Намăссăр!
«Намăссăрĕ» те кунашкал самантра «намăссăр» сăмах пĕлтерĕшĕ мар-ха, шӳтшĕн, ячĕшĕн калани, хĕрĕн хăйĕн йĕкĕтпе кăлтартатас килнин тупсăмĕ, йăпанăçĕ.
Хĕр хăтланăвĕнчен хирĕнсе тухса, тăрса, яшт сикет Матви çĕрелле. Вара — тарма.
Елькка ун хыççăн. Элес-мелес кĕлте йăтнă та вăл, çитсенех çапса ӳкересле, Матвие хăвалать.
«Тавай, тавай, Елькка! Çапла ăна! Çапла ăна! Тана кĕрт — шӳте анланса, ахăл-ахăл хĕтĕртет вĕсене асăрханă халăх. — Çит! Тӳпеле! Пусса антар!»
Шӳтне шӳт-тĕр те камшăн-камшăн, Матвишĕн вара — чăн. Елькка хăвалани мар, ăшĕнче, чунĕнче упранаканни чăн. Калас-калас тени, чĕлхе вĕçне капланни — чăн.
Чупсан-чупсан, çутă лаптăкĕнчен тарсан, сĕмлĕхелле варт пăрăнчĕ те Матви йĕтем юпи хыçне пытанса та тăчĕ.
Хĕр, хуса çитсе, йĕкĕте кĕлтепе тепре сӳсе илем текенскер, шăп çав тĕле ыткăнса пычĕ те, Матви çĕр тĕпне анса кайнăн лап çухалнăран, чарăнса, кăн-кан пăхкаларĕ.
Юпа хыçĕнчен тухса, Ельккана хап туртса илчĕ хăй ытамне Матви. Лап персе анчĕ элес-мелес кĕлте.
— А-а, эс кунта-и-ха! Таркăн! Таркăн! Ашкăнчăк! — чăмăрĕсемпе тĕкрĕ Матвие Елькка. — Ме сана, ме! Ас-тив чышкă кукли!
Хĕр, кусла çинче кĕрешсе паттăрланнăран тата чупса хĕремесленнĕрен, сехри хăпнă мулкачла пăш-пăш-пăш сывлать.
Матви ытамĕнчен сирĕлесле, унăн кăкăрне тепĕр темиçе хут сисĕнкĕсĕр кăлт-кăлт-кăлт тĕкрĕ те хĕр, пичĕ йĕкĕт аллисемпе ывăçланса каçăрăлсан, тем кĕтсе, тем ĕненсе ыйтакан хăмăр-хăмăр куçла шиклĕн, пăшăрханнăн тинкерчĕ. Вăйлă çил килсе тустарас çамрăк хурăн вуллилле, сехĕрлевлĕн хытса тăчĕ вăл каччă çумĕнче.
Хĕр тути çывхарчĕ, çывхарчĕ йĕкĕт тути патнелле, ĕнтĕ икĕ йĕрĕлче хушши те кĕç-вĕç перĕнесле çеç тăрса юлчĕ. — Елькка, çĕр çинче нихăçан пулса иртменни халь-халь пулса иртесле, аçа çапса пĕтĕм кĕлеткине кĕллентерсе ярасла, хăравçăллăн, чĕтревлĕн куçне хупрĕ.
Кăлт тĕкĕнчĕ хĕр тутине темĕн хытти те çав вăхăтрах темĕн çемçи. Йăкăр-р сăрăлтаттарса чикĕнчĕ тăруках темĕн йӳççи те темĕн пылакки пĕтĕм ăспуçа. Малтанах сехĕрленсе хунăран, ни сирĕлин-сирĕлме, ни туртăнин-туртăнма ăн çитереймерĕ хĕр, кăштахран тин, йӳç-çинчен ытла пылакĕ техĕмленнине сиссен, йĕкĕт вĕрилентернĕ тутипе хăех тивĕçлĕ салам ячĕ.
«Ай, ав епле япала иккен вăл каччă ăшши! Лайăх та, тутлă та, хӳтĕ те. Шухăшра та чĕрере — савăк, савăк... Ай, капла мĕн чухлĕ тăма пулать-ши каччă ытамĕнче? Самант-ши, иккĕ-ши? Ай, ăçта кайса чикес намăса? Хам «намăссăр, намăссăр», терĕм те Матвие, хăшĕ-ши кунта кӳререх пани намăссăрне? Çĕрле, ĕç вăхăтĕнче, хĕрсе авăн çапнă чух?.. Каччи, каччи хăй мĕн калĕ-ши? Кулать пуль ĕнтĕ, çутта тухсан. Тек епле курăнас ĕнтĕ ун куçĕ умне?»
Хĕр каччă ытамĕнчен вĕçерĕнчĕ те çурăмпа çаврăнса тăчĕ. Куçне куççулĕ капланчĕ унăнне:
— Ай, ытла та ухмахла... кĕтмен çĕртен. Тем тейĕнĕнтĕ эс мана малашне? — шăппăн пăшăлтатрĕ тĕттĕмрекăварла пиçнĕ Елькка тути. — Тархасшăн, ан кул... Намăс...
Каччă хĕре каллех хăй еннелле çавăрчĕ.
— Килĕшетĕн эсĕ мана, Елькка. Питĕ, питĕ, — хĕр каланă евĕрлех шăппăн, чĕре тĕпĕпе калаçрĕ Матви. — Ĕненместĕн-и?.. Уйăхшăн та, хĕвелшĕн те. Эпĕ сана тахçанах тĕсесе хунă, Елькка. Унччен-унчченех. Калама кăна чĕлхем çаврăнман. Кăçал, ак... чăтаймарăм каламасăр... Кӳр кунта аллуна, чăмăртам... Ху хирĕçлемесен, саватăн-тăк кăшт — пăртакран туй та кĕрлеттерĕпĕр.Авăна-мĕне пĕтерсен, шăнтсан... Елькка хирĕç мар-и эсман кăмăла?
Хăй илтнине хăй ĕненмест Елькка. Чунĕ ун — кайăк, чĕлхи — тытамак.
— Час-и? Ай-уй, — пуçне йĕкĕт кăкăрĕ çине пытарать хĕр. — Калаçмасăр-тумасăрах. Шиклĕ. Аттепе, аннепе сăмахламасăрах. Çамрăк вĕт-ха эпĕ Матви... Ай...
— Пĕрне-пĕри пĕлмен, курман-илтмен çынсем мар вĕт. Ман шутпа, аçу та, аннӳ те хирĕçех пулас çук. Тепĕр тесен, вĕсен мар, пирĕн хамăрăн, иксĕмĕрĕн, çемье тумалла-çке, — Ельккан тутăр айне кăшăлласа çыхнă йĕкĕр çивĕтне сапаласа ячĕ Матви. — Ах, çивĕтсем те сан. Хӳхĕм ярапа...
— Атте-анне тенĕрен... Вăл çапли çаплах та-ха.., — аллине йĕкĕт аллинчен кăларчĕ те, çивĕчĕсене лăс-лăсчĕтрентерсе, çичĕ-сакăр хăлаç малалла чупса кайрĕЕлькка. Чарăнсан, пĕр вырăнта икĕ-виçĕ çавра пăр-пăрпĕтĕрĕнчĕ. — Тыт, Матви, ӳкетĕп...
Елькка — каллех Матви ытамĕнче.
— Кала, Матви, тепре: уйăхшăн та, хĕвелшĕн те, те.Килĕштеретĕп сана, Елькка. Питĕ, питĕ, те, — паçăр пăхма именнĕрен, халь хăмăр-хăмăр куçран чăрлаттарсах пăхать Елькка. Именмест те, вăтанмасть те. Кулать. Çиçет, — Туй кĕрлеттерĕпĕр, авăнă-мĕне пĕтерсен, шăнтсан, те... Итлетĕп, тăнлатап, хăлхана чанк тăратрăм, Матви. Кала, калаç, кĕтетĕп...
Хĕрĕн çурма шӳтлĕ, çурма хăюллă сăмахне йышăнмарĕ Матви.
— Ĕнен, Елькка. Тупа тусах калатăп: килĕштеретĕп сана, Елькка. Юрататăп... Шан... Ак, кур, — икĕ аллине те. чĕри тĕлне лап хучĕ Матви, — уйăхшăн та, хĕвелшĕн те. Ялан-яланлăхах... Эсĕ, мĕнле, Елькка?
— Эпĕ-и? — хĕрĕн пуçтарăнма пикеннĕ хăюллăхĕ каллех вăшт тарса пытанчĕ таçта. — Эпĕ-и?... Эпĕ те... уйăхшăн-хĕвелшĕн те... — теме çеç пултарнăччĕ вăл вăй-сăррăн, вăтанăçлăн.
Икĕ чун, икĕ именчĕклĕ кăмăл, халь мĕн каланине хурлăх, инкек икке пайлассине сисмесĕр, уямасăр, тепре тутапа тута çыпăçтарма хăюсăрланса, пĕр-пĕрин çумне ыррăн, тăванлăн пăчăртанчĕç.
— Эй, атьсемри! Хура халăх. Тавай кал-калрах. Капана пĕтерсе пăрахар! — йĕтем çӳллĕшне чĕнӳленсе хăпарчĕ ĕç умне тăма хистекен патвар сасă. — Васкарах!..
Çутă капламланчĕ молотилка тавра, мотор хăюлланчĕ.
Каллех вĕлт те вĕлт сĕлĕ кĕлти çӳлелле, ух та ух молотилка хырăмĕ.
Кĕлте илме пĕшкĕннĕ май вĕлт пăхать те Елькка Матви еннелле куçĕпе вĕлт салам ярать, вĕлт йăтать те кĕлтине — вĕлт салам ярать; тути хăйĕн, тута хушшине хурас чăп-чăмăр çĕр çырлилле, пăхмассерен йăл-л ирĕлет, пăхмассерен йăл-л ирĕлет...
Хăтлă, чĕрĕ каçхи тĕнче, уçă, кăчăр-кăчăр...
Тусан, тусан, тусан...
.... Туй пĕркенчĕкĕ... Çапла, туй пĕркенчĕкĕ пĕркенме, хĕр йĕрри йĕрсе Матви Никоновсен килне кин пулса кĕме пӳрнĕ çĕртенех шатăрт икке пайларĕ ăнсăрт инкек икке пайланмалла мар телеех. Хĕр чухнехи хушамат хĕрĕхре те улшăнмарĕ, тени, ав, шăп та лăп Елькка тĕлнех синкерленсе анчĕ.
Шанман мар, шаннă вăл Матви каялла тапса килессе, унпа варлă, арлă-арăмлă пуласса кĕтнĕ, ĕненнĕ. Хăй кăмăлĕ те, вĕçе-вĕç капла тăмасан, йăшĕ, çемçелĕ тесе пурăннă. Пурăнни, кĕтни, ĕненни, ав, шанни — кĕтни-ĕненнипех, шаннипе-çемçелменнипех, йăшманнипех юлчĕ. «Уйăхшăн-хĕвелшĕн» тесе те каланăччĕ те вăл ун чухне — кăчăр-кăчăр каçранпа уйăхĕ те, хĕвелĕ те пайтах çавра турăç пуль хăй, еккипе — Елькка пурнăçĕ, ав, сирмен çивитти пекех нимĕн те улшăнмарĕ, чăлт-шурă. Шăллĕсем, ӳсен-пĕри, тĕкленчĕç, ура çине тăчĕç, тăван йăваран вĕçе-вĕçе тухса кайса пĕтрĕç. Вĕсенчен (кунçул йĕрки çапла-тăр ĕнтĕ) хыпар-хăнарĕ те халь çыру халлĕн çеç. Асли, ав, Чулхулара, систерсе хума та ĕлкĕрнĕ, пĕлтерет: чипер хĕр тупăннă иккен ун тĕлне, авланма шухăш тытнă, килйышланать — часах туйне йыхравлама пулать. Ельккан вара хĕр чухнехи, çирĕмри майлах — пушă, пĕччен, мăшăрсăр. Сарас вырăнĕ те сивĕ, пӳрт ăшчиккийĕ те юнран ӳт илнĕ тăван ача сассисĕр... Матви, ав, кайрĕ те пĕрре, каласа, картса хунă пекех шат та пат улăштармарĕ кăмăлне. Çилленчĕ, тарăхрĕ курăнать. Каçармарĕ... Каçарманни, ав, каçă урлах каçарса янă иккен ăна: телейлĕ Матви, иккĕленӳсĕр, ятне мăшăрлă. Елькканни евĕр телейĕ шарт икке пайланмарĕ унăн, пайланнăскер те ылтăн чăмакки çумне çыпçăнчĕ. Ельккан вара епле-ха? Пайланнă телейĕн ăçта-ши тепĕр пайăрки, татăкĕ?..
Чим, мĕн апла териех шуйхантарать-ха хĕрĕхри хĕре? Ĕнтĕ ват хĕре?.. Ватă хĕр... Тĕлĕнмелле. Кунĕ те, каçĕ те тин çеçчĕ — вунсаккăрти-çирĕмри вăхăт. Ăçта, мĕн айне юхса, пытанса кĕрсе пĕтрĕр-ши эсир, çав илĕртӳллĕ, тăкăскă, юн шавкăнĕллĕ ĕмĕтсем-туйăмсем? Ăçта-ши сирĕн килĕр, пурăнатăр-тăк — пурăнакан кĕтесĕр? Ăçта-ши хевтĕр, хавалăр?
Тăм тивлĕ, пăр çапнă кăмăл...
Çырман Мар, çыруне те çырсах тăчĕ Елькка Матви çара кайсан, йышлах-йышлах мар пулин те — çырчĕ. Ăшĕнчи кăварĕ пирки мар, ытларах колхоз ĕçĕ-хĕлĕ пирки, ял хыпар-хăнарне пĕлтерсе, евитлесе тăчĕ. Чăн та, ăшĕнчи кăварĕ унăн малтан çулăмлă-çулăмлăччĕ, хĕрӳ-хĕрӳччĕ, каччăн хĕлхемлĕ сăмахĕсĕрех савăнăç сирпĕте-сирпĕте тăратчĕ. Самайран-самайран вара, эрнесем-уйăхсем, çулталăксем иртнĕçем, пăркăчланă туйăм вырнаçрĕ-вырнаçрех картне. Матви таврăнас умĕн вара вăл, савнийĕ таврăнсан сăмах-юмахĕ кĕске пултăр тесе, ку таранччен тытса пынă, ӳстернĕ, шăварнă шанăç туратне пуртăпа лачăрах касса антарчĕ: хăй унран сивĕнни, ăна качча тухма евĕкĕ çукки, пĕр-пĕрне манмалли пирки çыру ăсатрĕ...
... В-ак... Уяр.
Декабрь...
Вак хĕрри, шăши чĕпписем тĕпĕртеттерсе каçасла, пĕчĕк-пĕчĕк мăкăрăлчăк — çил ачисем, ĕç çукран ĕç туса, çула май хӳсе хăварнă ансăр хĕвĕм, «лутра ту».
Вак куçĕ — витĕр курăнакан кĕленче-пăр, çӳл-çӳхе çурхах. Ăсаканĕ пулмасан, çийĕнчех çурхахла витĕнет вăл. Шывĕ — тăрă-тăрă, çурхах витĕрех — янк.
Тӳлек. Ăшă. Тавралăх — хулăн-хулăн юрпа хупăрланнă. Юрĕ кăçал, тӳпе ырçинче ытлашши, лăпăс та лăпăс.
Елькка, пĕве хĕрне кĕпе кивме аннăскер (икĕ кун каяллах кĕлерсе хунăскере), кисĕпле вак куçне чыша-чыша уçăлтарчĕ, витрепе шыв ăсрĕ, килле ячĕ. Мăшăр кисĕппе шăллĕсен хури шӳнĕ кĕпи-йĕмне тӳнккеме тытăнчĕ.
Лĕч-леч, лĕч-леч, лĕчĕл-лĕчĕл-лĕчĕлтĕк....
Кивет-кивет те, кивнĕ-пĕр япалине юнашар, пысăкрах каснă вакра чӳхесе, пăрса пушă витрине хурать. Харăс кивсе харăс чӳхемест-пăрмасть: çав хушăра аллисем ăшăнса ĕлкĕрччĕр, тет.
Çил — лĕм те çук.
— Аван-и? Вăй патăр! — хăлха анинчех янăраса кайрĕ çав тери палланă сасă. — Елькка тем?
«Матви!» — харăсах пĕр ята асăнчĕç Ельккан ăсĕпе тути. — Эпĕ-ха, — терĕ хĕр, йĕкĕте йăпăрт та вăтануллăн пăхса илсе.
— Çӳретне? — хĕр еннелле аллисене тăсрĕ Матви. — Пăхрăм та кантăкран — эсĕ пыратăн. Çĕклемлĕ витресемпе. Кунтах анать пуль, терĕм. Тухрăм.
— Çӳретпĕр-ха. Аванах-ха. Кăштăртаткалатпăр, — ват çынсен йăлипе сăпайланчĕ Елькка. — Ху мĕнле? — Тăснă алла чăмăртарĕ. Перĕннĕ-перĕнменех вăшт сулăнтарса кăларчĕ каялла.
— Килни виççĕмĕш кун. Те таврăннă эпĕ саншăн, те таврăнман, Елькка? Клубра — курăнмастăн. Килне пыма.., — йĕкĕт пăхать, пăхать Ельккана, савать, юратать куçĕпе. — Уснĕ, чиперленнĕ. Паллаймăн та таçта-мĕнре курсан. Йăрăс...
— Кай, аплах ан вăтантар-ха. Эпĕ-и? Эпле пулнă, çаплах юлнă пуль? Ни хушăнман, ни... катăлман. Хăть хальхи, хăть виçĕ çул каяллахиех, — ĕнтĕ Елькка кивме те пăрахнă, кисĕпписене тытнă та — хытнă, йĕкĕт çинелле те мар, таçталла, ял çинелле, кĕртсемле хĕвĕннĕ, лăпчăннă çуртсем еннелле тинкерет. — Эппин, сăпаççипах çулне-йĕрне, лайăх çаврăнса çитрĕн иккен эсĕ, Матви .. Саламлатăп...
— Мĕн саламламалли? Лайăххине лайăх та — кĕтекен çук — сăмаха, пуçламаллине, ярт тӳрĕрен пуçларĕ Матви. — Чăнах та, чăн-им çырăвунти йĕркесем, Елькка?
— Эс ăнланма тăрăш çеç, Матви. Ан тарăх, ан çĕтĕл, — кивекен яплисене кисĕпписемпе тăнк-тăнк тĕккелесе илчĕ хĕр. — Ман пулни-иртнине. Хыт... Текех ĕнтĕ курсан та, калаçсан та...
— Юрĕ, манăп пулни-иртнине, хытăп. Чим, манайăн-и эсĕ ху кăчăр-кăчăр каçа, уйăхшăн та, хĕвелшĕн те, тенине, — вак хĕррине пухăннă «кĕрте» атă пуçĕпе кăлт-кăлт тĕке-тĕке чăмтарать Матви шыва. — Ман. Хыт... Ак, паянах, халех витрӳ-япалу-мĕнĕпех тытатăп та йăтăрласа каятăп ял Советне — çырăнма, хут уйăрттарма, пĕрлешме. Мĕн, тăваймасть тетĕн-им?
— Кай ан ухмахлан. Тăрлавлă пул, — патнех пырса тăнă йĕкĕте кисĕпписемпе хăмсарам пекки турĕ Елькка. — Çынсем курсан тем калĕç. Чарăн! — хĕр Матвие питĕнчен тинкерчĕ. — Çук, Матви, шухăшласа, пуç тавра калăпласа çавăрнине нимĕн те çитмест. Килĕшер те яланлăхах, ĕмĕрлĕхех шарт йăлмакласа хурар: эпир пĕр-пĕрне — мăшăр мар...
— Е ял Советсăрах, хут уйăрттармасăрах арăм тăвап. Ял Совечĕ, хут уйăртарасси вăл... — тата мĕн каласа тăнлантарам-ши, ӳкĕте кĕртем-ши, тенĕн хăй шухăшĕпе канăçсăрланчĕ Матви. — Итлемерĕн, хирĕçлерĕн-тĕк, ак, пăхса тăмастăп çын мĕн калассипе-каламассине, тытатăп та кисĕппӳ-мĕнĕпех янкăлт! çавăтса кĕретĕп хамăр пата. Хыççăн хăть турткалаш унта, хăть хирĕç...
Хĕр килĕри кĕпене сич-сакăр хутчен талт-талт-талт тутарса чышрĕ-чышрĕ те кисĕпписемне, тӳме пăрахса, ăна вакăра шампăртаттарчĕ, пăрчĕ, лăс-лăс-лăс силлерĕ, каллех пăрчĕ, витрине тӳпелесе хучĕ.. Киллине тăрă шывпа чӳхесе тӳнтерчĕ, кисĕл пуçĕсене вакка чиксе кăларчĕ. Кисĕпписемпе витрине хăлăпĕнчен витĕрчĕ те кайма пуçтарăнчĕ.
— Эй, ас та туман. Иртенпех шăварманччĕ вĕт-хапаян выльăхсене. Васкам-ха, хыпаланам, — тесе, çĕклемне хулпуççийĕ урлă вашт! уртса ячĕ.
— Кӳр, пулăшам! — хĕр пупленĕ, ĕçленĕ хушăра нимĕн те чĕнмен, шарламан Матви çĕклеме стайлăн пырса тытрĕ, витрине хĕр хулпуççийĕ çинчен антарчĕ. Елькка хирĕçлемерĕ, кисĕпписене хăй илчĕ, витрине — Матвие пачĕ. — Калăн тата: лӳппер, кăрнатир, тесе. Пар, кисепписене те...
Елькка, ыйтнăран, кисĕпписене те пачĕ.
— Халь ут ĕнтĕ ман хыççăн, пирĕн киле. Матви Никоновсен килне, пӳртне-çуртне. Ан пăркалан, тӳрех таплаттар. Хапхамăр, сан тĕлне — яри уçă. Ну, яра пар, — терĕ те йĕкĕт кисĕпсемпе хăлăпĕнчен витĕрнĕ çĕклемлĕ витрине хулпуççи çине валт хăпартса хучĕ. — Кур, витрӳ, ялалу-качку манра...
Утма тăнăскер, тăп чарăнчĕ Елькка. Хăйĕн тарăн-тарăн куçĕпе кăнн! тирĕнчĕ качча.
— Матви... Пăрах эсĕ айванланма салтак пуçăн. Куракан-кам: мĕн кусем, юрату пайлаççĕ-им, тейĕç. Тăна кĕр. Капла ӳппĕн-теппĕн, мелсĕрле... — тутăрĕ пăвăнтарнăн, çăм тутăрне янахĕ тĕлĕнчен тĕккелерĕ Елькка. — Ăсран-кăмăлран ыйтатăп: çырлах мĕн илтнипе, хăтар пĕр явапах вуннă калаттарасран. Турă пул, çырлах, анӳкĕтлеттер... Ав, икĕ хĕрарăм витрисемпе кунталла килеççĕ мар-и?
Елькка калаçнă хушăра çĕклемне çĕре лартнăскер, ял еннелле çаврăнса пăхрĕ Матви.
— Пар-ха кисĕпсене! — йĕкĕт тĕревленнĕ кисĕпсеневăр-варрăн çулса илчĕ Елькка. — Тăран тăнкăртатса, çур ял илтмелле... — кисĕпписене йăтса, çĕклемне хуллуççи урлă уртрĕ те анлă сукмакпа тăвалла васкаварлăн танкăшрĕ вăл, каччă: «Хăть клуба тухатăн-и кĕçĕр, тух, Елькка, кĕтетĕп», — тенине те тăнласа тавăрмарĕ, юранăтăртаттарса-пăтăртаттарса, ӳкернĕ йĕрпе ӳсĕмлĕн малалла ярăнтарчĕ.
Мĕскĕннĕн, çилĕллĕн, пĕтнĕн тăрса юлчĕ вара тӳнтернĕ килĕ çывăхĕнче Матви, урнăн, сурнăн, кулнăн пĕкĕрĕлчĕ...
Кайса, çухалса пыракан ура сасси...
Юр хӳнĕ, пăр тытнă вак евĕр юр хӳнĕ, пăр тытнăсăмахсем...
Йӳçĕ, тăварлă тăвăнчăк...
Уяр.
Декабрь.
Вак...
... Туй пĕркенчĕкĕ... Юрлас юрă çемми евĕр инçете сирсен сирĕлми тĕлĕнтермĕш. Ельккашăн сĕвĕрĕлсе пĕтнĕ, сӳнмеллипех сӳннĕ кĕтрет. Çавах та çиçкĕнчĕк, ырă иккен унăн сасси, тăван. Йӳçĕ, тăварлă, тăвăнчăк пулин те — канлĕ, çепĕç. Вунсакăр-çирĕм çул каялла курмалли курмăш, çутă. Хăйĕн телейне телей вырăнне картмасăр аркатнă, салатнă, шатăртаттарнă терт. Кĕçенишĕн, Матвипе мăшăрĕшĕн, халалланă управ.
Елькка телейсĕр-и? Телейлĕ вăл, Елькка. Телейĕ ун, ту ăмăрĕнчен карласа тухакан шарлак евĕр, çутă та таса, янкăр та ынатлă, ĕмĕр иксĕлми кун çутилле, чĕрĕ те кĕвĕллĕ. Шевлеллĕ ун телейĕ. Ача кулли пек тӳрĕ те шанчăклă. Çиес çăкăрне, антарас апатне? тăхăнас-туянас тумне-юмне те-и — хăйне мар, ӳссе, çитĕнес вĕтĕр-шакăра панă-йӳнеçтернĕ-тĕк — телейлех ларма-тăма маннă Елькка. Пăчланманах хĕмĕ-шанăçĕ ун. Хĕмĕ-шанăçĕ вара унăн — сывлăхлă, патвар, тăн-тăн виçĕ шăллĕ, виçĕ вĕçев, хăй умĕнче, ялйыш умĕнче, тен, çĕршыв умĕнче те-и — пурнăçланнă, пархатарланнă тивĕç. Укĕнĕç-кӳренӳсĕр, мăртăху-тарăхусăр капламланнă кăмăл. Эппин, пысăкрах, чун-чĕреллĕрех хевтепе пурăннă Елькка, йăр-япăшланса, хăй телейĕ хыççăн çеç вăшкăртса, ĕшелентерсе çӳремен. Сĕннĕ-пĕр арçын хӳттине туха-туха сирпĕнмен. Тен, çавăнпах ӳпкевсĕр те пулĕ ун ăшĕ-чикки. Иртни, ӳтленейми суран евĕр тăварли, тăкăски, сĕрме купăс сассиллĕ инçе-инçе те тунсăхлă-тунсăхлă пулин те, пурпĕрех тăрă-тăрă, ӳпкевсĕр унăн асаилĕвĕ. Халь тин ӳпкелесен те, ӳкĕнĕçпе мăртлатас-тăртлатас тесен те — иртнĕ ĕнтĕ мĕн иртмелли, шăпа авăрне йăмнă ĕнтĕ йăммаллипех. Лăпчăннă, лăпкă курăкпа кĕççеленнĕ ĕнтĕ мĕн кĕççеленмелли...
Çул, паçăрах кӳршĕ ялтан тухса, сăрта хăпарса çитрĕ те, шăши-юс мĕкĕлтетнĕ майлă, анаталла вĕтĕртетме тытăнчĕ. Кунтан, пысăках мар тӳпемлĕ вырăнтан, çырмана анса тепĕр тăватă çухрăма яхăн тӳремлĕ çĕрне лапăстатмалла та каллех пĕчĕкех мар мăкăрăлчăка тапаланса хăпармалла. Вара, ку мăкăрăлчăкран аялалла, ун аркинче — Анат Сăрмăшпа Тури Сăрмăш. Эппин, пур-ха лăпăс-лăпăс юр айĕнче хутланса пымалăх, йăрт-йăрт çуна сассине тăнласа пымалăх...
— Но-о, васкарах! — тилхеписемпе лаша çурăмне сисĕмлетсе илчĕ Елькка. — Пыратăн тĕлĕрсе...
Васкатма, сисĕмлетме те кирлех пулманччĕ пулмалла та лашине, лаши, ав, анаталла май ахаль те юрттине хăвăртлатнăскер, тилхепе тимлĕхĕпе пушшех те чĕрĕлсе, çăмăлланса кайрĕ, çырма тĕпнелле вăйлăн, сулăмлăн вашкăртма тапратрĕ.
— Эй-эй, хуллентерех эс, хуллентерех, — хыпаланакана чарасла, туртрĕ, карăнтарчĕ тилхепине Елькка. — Ху еккӳпе, ху еккӳпе. Тĕпĕртетмесĕр.
Лаша, чалакскер, хăлхине те чикмерĕ курăнать хĕрарăм асăрхаттарнине, тилхепине карт-карт туртнине, тинех вăйне, хăй камне кăтартма меслетленнĕн, чĕвĕнтерчĕ те чĕвĕнтерчĕ сĕвекне-вашмăкне уямасăр.
— Тпру-у! Явăл! — чарайманнипе тарăхсах кăшкăрса ячĕ Елькка. Тилхепене икĕ аллипе те хыçалалла туртрĕ-туртрĕ вăл — çук, пурпĕр итлеттереймерĕ хăлхасăр яна-вара. Лешĕ, ăнсăр-тăнсăр эсремет, ялт çеç аçтаханалла. — Тпру-у! Пĕтеретĕн! Чарăн! Тпру-у! — тилхепене пĕтĕм вăйĕпе карăнарчĕ хĕрарăм. — Тпру-у-у!..
Тĕлсĕр. Пур-и, çук-и ун валли йĕвен — чĕптĕм те палăрмасть. Ирĕке тухнă çилçунатла, ваш та ваш ыткăнать. Чунĕ ун — çил, урисем — çулăм.
Матви те сисрĕ синкерлĕхе: — Пар-ха кунта! — терĕ вăл, тилхепене туххăмрах хăй патнелле çавăрса тытса. — Латсăр. Кăтартам эп ăна епле иртĕхмелли-каппайланмаллине. Тăкăнман кирĕкне тăкăнтарам...
Хушăран-хушă сулчăлатса, тăп хытара-хытара — чарăнма паллă пара-пара, чалака тилхепипе шарт хистевлерĕ Матви. Чалак, арçын пăркăчне туйнипе, тилхепе витĕмне те пăхăнма пăхрĕ пек малтанлăха, — енчен енне пăркаланса туртса пăявĕсене лачăртаттарчĕ, сӳсмене, йĕнерчĕке лăскарĕ; çирăп çыхманран — хырăмай чĕнĕ патлатса вĕçерĕнчĕ, — унтан, капла хăтланнипе усси-самайĕ çуккине кура, тата пĕрре вирхĕнме пикеннĕ çуни анаталлах тĕртнĕ-сулăнтарнăран, тытрĕ те, тилхепе тимлĕхне хартлатса-пăрахăçласа, сиктере пачĕ сиккипе.
Çунапа пĕрле юр та, юлас мар, хыпаланас тенĕн, васкать, питсене пыра-пыра сырăнать.
Тилхепене варт пăрахса пачĕ Матви Ельккана: — Ме, тыт. Çирĕп тыт!
Хăй, ӳречерен çатăрласа ялт! сикрĕ те юр çине, çул хыттипе ӳсĕмле-ӳсĕмле, çуна пуçĕ патне çывхарчĕ. Туртаран çакланчĕ. Малалла лаша чупнинчен те хытăрах ыткăнса, пĕкĕ тĕлĕнчи сӳсмен пăявĕнчен ярса тытрĕ. Тепĕр темиçе çеккунтран ни турта тăрăнтарса ӳкересрен, ни ăйăр ăмăрĕпе чышса антарасран хăрамасăр, вашт! туртăнчĕ те тискер кайăкланса, пĕтĕм тăлпăвĕн йывăрăшĕпе лашт! уртăнчĕ çилхи-йĕвенĕнчен.
Лаша, йывăрăша сирсе пăрахасла, хартлатрĕ, тулхăрчĕ, карăннă-саркаланнă сăмси шăтăкĕсенчен кăпăк сирпĕтрĕ; ухрĕ-ухрĕ парăнман пуçне, тăр-тăр чĕтрекен уриеене чăлхантарчĕ-чăлхантарчĕ, сулахаялла-сылтăмалла чалкăшрĕ, Матвие çыртса татасла, карчĕ-карчĕ çăварне, шăтăртаттарчĕ-шăтăртаттарчĕ шăлне, талпăнчĕ-талпăнчĕ...
Янк! сулăнчĕ çуна сулнăка.. Пашт! хăйпăнса сирпĕнчĕ Елькка çуна çумĕнчен...
Талпăнчĕ-талпăнчĕ те лаша, Матвие лутăркаса-аркатса тăкасси иртнĕрен, ташласа, вĕтĕр-вĕтĕр пускаласа, кайрĕ-кайрĕ те тăн-танла, пăш-пăш сывласа, тăнк! хытса тăчĕ пĕр вырăнта.
Матви, хăй те лаша майлах тарланă, пӳлĕннĕ Матви, ăйăр çилхине-йĕвенне пушатрĕ те ытамĕнчен, ӳсĕрĕлнĕ, анкă-минкĕленнĕ этемле, ниçталла утма чухлаймасăр аптăраса халсăрланчĕ. Итлемерĕç ăна урисем, лĕштĕр пулчĕ унăн кĕлетки.
Ӳкесрен Елькка пырса тытрĕ ăна хулĕнчен. Çуна патне çавăтса пычĕ, лартрĕ. Хăй, лаша умне пырса, сӳсмен пăявне тĕрĕслерĕ. Хырăмай чĕнне хытарчĕ. Йĕнерчĕкне майласа, урхалăха хăпартарах çыхрĕ. Чӳлĕке, турта пăявĕсене тĕрĕслерĕ. Чалака, ĕрĕхсе ăссăрланнăшăн, юнаса-ӳпкелесе хăмсарчĕ: «Тăмсай! Виçĕ пуслăх ăсупа виçĕ çын чунне хăртрăн! Хупмалла та сана пĕрре вĕтмелле шăмму-шакку ислениччен. Чим-ха, пулмăттăн вара ун чух чалак! Кĕçение илсе килетпĕр, вĕт, ăссăр!.. Чирлĕ çынна!..»
Çырмине те анса çитнĕ ăнтĕ. Лерелле, ялалла тӳрем вырăн, шиксĕр.
Елькка хăйпе пĕрле вăркăнса юлнă туй пĕркенчĕкне майласа хучĕ. Хупăлчипе витсе, улăм ăшнерех, шалалла тĕкрĕ ăна.
Тилхепене хальхинче Матви тытрĕ. Лав вăр-варсăр, шухă хавхаланусăр тапранчĕ вырăнтан. Çырма тĕпĕнчен тӳреме хăпарса, Анат Сăрмăшалла çул тытрĕ...
Вĕçет, ыткăнать юр стени, çухăрать, вăйкăнать çĕн тупан...
Ăçта, хăш тĕлте вăркăнса пырать Кĕçени? Çӳлте-и, çĕр çинче-и? Пĕлĕт кăпăкĕ ăшĕнче-и е юр кăпăшĕ ăшĕнче? Матвийĕ тата ăçта? Çунийĕ ма ыткăнать тата? Пашт! чикеленсе юлать Елькка аяккă. Вĕлт! сирпĕнсе лаплатать темĕнле хут çыхă юр çине. Хиркеленсе, пăрăнкăчланса, яшт! чарăнса тăрать юр тӳпи.
Лăпланса, тӳлекленсе ласт-ласт-ласт тăкăнма пуçăнать юр çăри.
Тĕревленет, хыттăнрах чавсаланать те Кĕçени малалла çаврăнса пăхать. Йăлт ăнланса илет тӳпепе çĕр хушшине вăйкăннă хĕрарăм: умра çырма, лаша ĕрĕхĕвĕ, Матви чăрсăрлăхĕ, хăрушлăх...
Лак ларать Кĕçени каялла, пĕтсе-пĕтсе килет унăн вăйĕ, чĕри кăлт-кăлт-кăлт лĕпсĕрленет...
Турăçăм! Каллех хăтарчĕ иккен Матви хăй мăшăрне, Кĕçение, вилĕмрен. Каллех парнелерĕ иккен ăна çутă кун, пурнăç.
Тулхăрать, кукалет тарăхнипе умĕнчи юпа картран вĕçерĕннĕ урхамах, йӳнелесшĕн мар, çырлахасшăн мар иккен нимĕнпе те. Сăмси шăтăкĕсенчен ун сирпĕнет кăпăк, сивчир тытнă чухнехилле чĕтренет кĕлетки.
Турăçăм!
Ывтăннă çĕртен тăрса Матвие пулăшма чупнă Елькка та, лăпланса-тӳлекленсе, çуна çине вырнаçрĕ, Матви те малтанхи тĕлех, ӳречепе çумлăн, тĕревленчĕ. Лав, паçăрхи шухă та çил-çиçкĕнчĕк лав, çырма тĕпĕнчен тӳреме тăрăшуллăн хăпарса, тикĕс вырăнпа юртма тытăнчĕ ялалла.
Турăçăм!
Пулаççĕ те иккен пурăнакан пурнăçра хăрамалли самантсем. Лаштăрр! çатăрласа илчĕ Кĕçение çĕр пăтлă ĕшенчĕк. Мĕн пулма пултарассине, мĕн курма пӳрессине (пуласса çаплах лулса тухнă-тăк — хăйне мар ĕнтĕ, ыттисене) куçĕ тĕлне турĕ те чирлĕ хĕрарăм — унăн пĕтĕм ăсне-тăнне шиклĕх хĕссе илчĕ.
Сисрĕ, туйрĕ, ăнкармаллипех ăнкарчĕ Кĕçени: халь çеç, халь кăна ухă йĕппи пек, сăнă пек чăвăнлатса иртнĕ вĕсен çумĕнчен хăрушă, ирсĕр, суккăр вилĕм. Халь çеç, халь кăна хăлха çунаттисене перĕнсе, çӳç пайăркисене вĕтелесе шăхăрса, хум çапса, вăркăнса иртнĕ вĕсен çумĕнчен тĕссĕр, йăхăравсăр вилĕм. Чикелентерчĕ те ĕнтĕ ăна вăл пĕр-пĕр хытăрах çĕре — çукчĕ ĕнтĕ вара Кĕçени яланлăхах. Тухса вĕçетчĕ унра халиччен упраннă сывлăш, ыратакан, çĕр çывăрттарман кĕлетке туххăмрах канлĕхленсе выртатчĕ ĕнтĕ юр çине...
Курăсăн: нимĕн те, нимĕн те пулса иртмен тейĕн Матвие пăхсан. Сăнĕ-пичĕ те тӳлекленнĕ ĕнтĕ унăн, тăл-пăвĕ-шăнăрĕ те сулчăланнă. Хушăран-хушă çеç, чалака астутарасла, ăна ятлаçанçи-хăтăранçи туса пырать.
— Мĕн эс, Матви... — тăвайккинче пулса иртни пирки калаçса ăшне пусарасси килнĕрен тата ун пирки тапратма кирлипе-кирлĕ маррине те тĕшмĕртсе пĕтерейменрен, упăшкине пăт-пат сăмах хушрĕ Кĕçени. — Тавтапуçах ĕнтĕ сана, Матви! — терĕ вăл халсăр сассипе чĕререн. — Тем те курăн çав, асăрханса пымасан.
— Нумаях юлмарĕ ĕнтĕ. Часах, ак, Анат Сăрмăш та. Шуйттан çырминчен те каçрăмăр. Эс вырт, вырт, Кĕçени, ан пăшăрхан, — канăçсăррăн хускăлкаласа илчĕ, арăмĕ çине шеллесе, хĕрхенсе пăхрĕ Матви. — Килте те, ак, янах шăмми ыратичченех калаçса савăнăпăр. Лаши у, мур тĕлне, тулăксăрри кӳлĕннĕ-мĕн те, пырать-ха лăпăстатса. Тутанчĕ те, ăна-кăна пăртак...
Ĕлĕкхи мар, ĕлĕкхи мар Матви. Унчченрех, çамрăкрах чухне вăл, пĕр вунсакăр-çирĕм çул каялла, сăмаха та суйласа-алласа тăмастчĕ, ытлашши-и, ытлашши мар-и — сапатчĕ кăна ывăçласа хунă пăрçалла. Вĕрилĕхĕ, кăмăлĕ çеç юлнă пулĕ унăн унчченхи, сăмаххисем, тыткаларăшĕ вара йăлт ку чухнехи — сулăмлă, виçеллĕ, йывăрăшлă. Кĕçени чирличчен те хаваслăхĕ, йăлкăшлăхĕ тарманччĕ-ха арçыннăн шухăшлă питĕнчен, мăшăрĕ чирленĕ хыççăн вара чăмăр пит шăммисемлĕ сăнĕ унăн талăкĕ-талăкĕлех хĕвелсĕр, хурлă, сулхăн.
...Çĕрле алтăраса ӳкрĕ Кĕçени. Хырăмĕ тĕлĕнче, аяларах, сылтăмра, каса-каса ыратма тытăнчĕ темĕскер. Пăвăртать-пăвăртать те çавскер, лăшш пула-пула каять кас-кас. Унтан каллех, тепĕртакран, малтанхинчен те хыттăнрах пăвма-ыраттарма тытăнать. Кĕçени, аптăратнине ирттерсе ярасла, упăшкине те вăратас темерĕ, инкекĕ пуçланнă-пуçланманах, суракан, каплана-каплана тарăхтаракан шалти чăмаккана пĕрре, алă лаппипе сăтăра-сăтăра, тепре минтерпе пусахла-пусахла пусăрăнтарма-лăплантарма тăрăшрĕ. Апла та, капла та пусăрăн-маннине-лăпланманнине курсан, ним тума ăна-тăна илеймесĕр, тăрса ларчĕ. Хуллен, урай хăмисене чĕриклеттермесĕр, утса çӳрерĕ. Шыв ĕçрĕ. Çĕрлехи сас-чĕве тăнларĕ. Каллех пырса выртрĕ.
Арăмĕ канăçсăрланнă саспа упăшки вăранчĕ. Ĕнер ирпе вăл рейса (Зима хулине) кайнăччĕ те лерен каçа юлса таврăнчĕ, çавăнла, ĕшенниле, кравать çине тӳннĕ-тӳнмен ыйха путнăччĕ.
— Кĕçени... — чĕннĕ евĕр, сăмах хушса арăмĕ енне çаврăвчĕ Матви. Кĕçени пичĕ çине пăхса илнĕ-илменех, тӳрех ăнланчĕ арçын: чирленĕ, темпе тăрук халсăрланнă мăшăрĕ. — Кĕçени... мĕн эс, шурă хут пек шап-шурă? Чирлемерĕн пулĕ те?
— Чирлесси-мĕнĕ... Аш туртса ыратма тапратрĕ-ха. Пĕтерет. Лăпланми хĕсĕрлет. Чĕптĕм те вĕçертмест, — ыратакан çĕре аллине хучĕ Кĕçени. — Пĕлместĕп, тем амакĕ. Чиперехчĕ каç выртсан. Ĕнер те, виçĕмкун та ыраткалатчĕ ĕнтĕ пăртак. Шатăрт! пăвăртса-пăвăртса килчĕ те кĕçĕр, çур çĕрпе. Касать, ваклать халь. Пăвăртать те пăвăртать. Ой-ой-ой!.. Каллех касса килчĕ.
— Паçăртанпах терĕн-и-ха? Эх, эсĕ те çав, Кĕçени, вăратмастăн. Паçăрах вăратмалла пулнă. Çийĕнчех. Ыратни тапраннă-тапранманах. Вăл-ку япалапа шӳтлеççĕ-и?! Темрен тем мăкăрăлса тухĕ ак. Хамăра хамăр пăхмасан — уямасан... Вырт та — чăткала ĕнтĕ пăртак. Эп — наччас, — тăчĕ, тумланчĕ Матви вăр-вар, алăк патнелле таплаттарчĕ. — Чĕртем-ха машинăна кайса. Эс унччен, кăшт выртсан, кансĕрех, йывăрах мар-тăк, тен, тăхăнăн, хатĕрленсе те тăрăн? Çитмеллех пулать пульницине. Куратăн: епле туртăшса, пĕтсе сывлатăн ху... Чăт ĕнтĕ пăртак, Кĕçени, чăт.
— Тен, тăхтаса пăхас кăшт, Матви, ирччен иртĕ-ха, тен, — ыратнине пытармасăр, хăйшĕн тăрăшнишĕн тав туса, савса та шеллесе пăхрĕ вăл упăшки çине. — Хăв та, ав, канман-çывăрман...
— Мĕн эс. Ман ыратмасть, кансĕрлемест, Кĕçени. Тепĕр кун та хакне кăларма пулĕ çывăрса. Каятпăр. Хатĕрлен, — терĕ те Матви пӳрт алăкĕнчен шанчăклăн, тӳррĕн тухса утрĕ...
Упăшки хыççăн алăк хупăннă-хупăнманах, шалти мăкăрăлчăк тĕлĕнче тепĕр хут касса-касса килчĕ те, Кĕçени, ыратнине чăтаймасăр, кăкăр тĕпĕпе йынăшса ячĕ, авăнса, пĕкĕрĕлсе тӳшек çине лапах тĕшĕрĕлсе анчĕ. Касса-касса ыратаканни халь, татса талпăннă пĕвелле, пĕр тĕле çеç мар, вар анине лапкишпех пусса-хупăрласа пăвăнтарчĕ, хĕрарăмăн пĕтĕм кĕлеткине, шăмшакне вĕрилентерсе пĕçертме тытăнчĕ...
... Çăлчĕ, çăлмаллипех çăлчĕ ăна çавăн чухне Матви вилĕмрен: арăмĕн ӳкĕтне пăхса тăмарĕ — хăпăл-хапăлах больницăна илсе çитерчĕ. Арăмĕ ӳкĕтне хăлхине чикнĕ пулсан-и?..
Çитнĕ-çитменех операцие хучĕç Кĕçение. Касрĕç, тасатрĕç... Суккăр пырши çурăлса кайнă пулнă иккен унăн, тăнă-тăнă та тулса, кӳпчесе, çурăлса кайнă... Уйăх патнеллех выртса тухрĕ вара Кĕçени больницăра. Ун чухне çуралас Августини те вартахчĕ-ха, пĕр икĕ уйăхсенчеччĕ-тĕр...
Дина...
Лал-лап-лап тăкăнать çăмламас юр. Лал-лап-лап сырăнать тутăра, çухавана, чаппана. Тĕнчи те, çуни те темле, асамлă-асамлă пушăлăхра пек туйăна-туйăна каять Кĕçение. Лап-лап-лап юр пĕрчи — тӳпепе çĕр пичĕ тăванлашăвĕн пин-пин-пин юратуллă саламĕ; çуни, йăкăр-йăкăр тупанлă авăнчăк çуни — туй çуни! Ларса пыраканĕсем, шур упалла шап-шуррăн курăнаканскерĕсем (тепĕр тесен, тем темелле ĕнтĕ вĕсене?!), ахăр, хĕр çураçма инçене-инçене пуçтарăнса тухнă евчĕсем-тĕр. Сулăмлă, чĕмсĕр, çăварĕсенчен вăхăт çитмесĕр çуррин-çурри сăмах та хăпăтса кăларма май çук латлă евчĕсем... Канлĕ те, ырă та пек Кĕçение кас-кас, ниçта та нимĕн ыратман та, кал-кал сывлăхлă та пек... Юхать, юхать юр шавĕ таçталла, тӳлек те, путлĕ те пек йăлтах. Чунлă та, нăйкăшсăр та пек веçех... Кĕçени те Кĕçени мар пек пач — юн выляса тăракан вăхăтри хаваслă, тулли сывлăхлă, çиçкĕнчĕк хĕр пек... Тух та, ак, ташша, тăрăст! тап та карта варрине купăс çеммипе кĕвĕллĕн пу-уçла-а урай хăмине ĕшелентерме, лара-тăра пĕлмен каччăсен чĕрисене алăри тутăр вĕçĕпе вĕл те вĕл çӳçентерсе. Кăчăк туртма, кулма-йыхăрма...
Кĕçени, те, чăн та, ури тупанĕсем ăсĕнчи кĕвĕ-çемĕ май кĕçĕтнĕ евĕр пулнăран, хыттăнах хускалкаласа илчĕ, йăшăлтатнипе тĕкех кăларчĕ хут коробкăна çуна хĕрринелле, ӳрече патнелле. Хут коробкăн хуппи каллех кăшт сирĕлчĕ. Кĕçени куçĕ тĕлне паçăрах асăрханă, хуйханнипе ыйтма маннă шурă япала курăнах кайрĕ. Хут коробкăна Елькка хулпипе çирĕппĕнех пусарчĕ те, чап-пан айне аллисемпе уçăлтарса, улăм ăшнелле шанчăклăрах тĕкрĕ.
— Мĕн у, ку, шурри? — çырмаран хăпарнăранпах сăмах хушманран тата унашкал вăрăм коробкăри япала мĕн иккенне пĕлесси килнĕрен Ельккана куçĕпе ăшăтса пăхрĕ Кĕçени. — Тем, пукане тавраш мар-тăр та? Кĕçĕннине, Маринкине, туянса пама пулнăччĕ те вĕт, шкула каяс умĕн юлашки пукане тесе. Кĕтет пулĕ ĕнтĕ, мăнтарăн.
— Ăна-и, пуканине-и? Хамăр лавккара та туянăпăр-ха ăна. Пурччĕ-ха унта, пурччĕ тем тĕрли те. Çапла ĕнтĕ — ача кăмăлĕ. Ку-и? Ку — мĕн-ха, Кĕçени кума... — кăна хăй пĕлтерсен е Матви каласан авантарах пулмĕ-ши тенĕн, Матви еннелле куçне вĕлт ывăтрĕ Елькка, — Ара, кĕтĕмĕр те, ав, сельмага...
— Ку... мĕн-ха, вăл, Кĕçени... Туй пĕркенчĕкĕ... — арăмĕ питренех тинкернĕрен тата кунашкал явапа Ельккан мар, хăйĕнех тытмаллине сиснĕрен, тӳрех, ним аякран-мĕнрен çавăрмасăрах каласа хучĕ çакна Матви. — Туй кĕпи, ара, фата... Тăхăнать вĕт-ха качча каяс хĕ...
— Дина-и? — кам ятне туяннине ăнланасшăн пулчĕ Кĕçени. — Эй эс, ашшĕ те. Пĕрин çăварĕнчен хăтарма ĕлкĕреймерĕмĕр, тепĕрин, камăн та пулин, çăварне ирĕксĕр персе чикес тетĕн-им эс? Тăван хĕрӳ вĕт, Матви, шухăшла. Ĕлкĕрĕ-ха качча кайма та, çемьеленме те. Иртерех-тĕр-ха ун валли фатасем-мĕнсем, туй пĕркенчĕкĕсем туянса тăккаланассисем. Е... — сиснĕ, туйнă пекех тăрук шăпăртланчĕ Кĕçени...
— Ĕ-ĕ, мантăн-им, ара, амăшĕ, — куç хӳрисене чеелентерсе кăшт куларах та, кăшт шӳтлешерех те пăхрĕ арăмĕн питĕнчен Матви. — Кам валли пултăр, ара, Кĕçени? Хамăр валли, ара, хамăр валли! Мантăн-им упăшку сăмах панине? Паян, ак, тĕлнех — туй пĕркенчĕкĕ. Хăть вăрç, хăть ятла ĕнтĕ — туянтăм. Кăмăлтан. Чунтан-чĕререн. Кĕçени, ма кулан, ма кулан?.. Вăт, ĕненмен...
— Э-э-э... Вăт, аспати... Мăнукăмăрсене утьăкка сиктерме çул çитнĕ ĕнтĕ иксĕмĕрĕн те, вăл пур — туй пĕркенчĕке... — туянăвĕ чунĕ патне пынине палăртнăн, пĕтĕм сăнне-питне ăшă-ăшă кулăпа çутăлтарчĕ Кĕçени. Ячĕшĕн хăтăранçи те туса илчĕ ăна. — Тӳттӳрӳт! Ăйван! — терĕ юн писнĕ тутисене юн килтерсе.
... Туй пĕркенчĕкĕ!.. Вăт, ухмантей! Туйăн сасси-чиперĕ кĕрлесе иртни те тахçанах ĕнтĕ, вăл пур!.. Юрĕ ĕнтĕ, мĕн ятлаçни-вăрçăнни уншăн. Илнĕ-тĕк, туяннă-тăк — вырнаçĕ, майлашăнĕ ĕнтĕ малашне. Ӳсес ӳсĕмсем, качча кайса пĕркенчĕк пĕркенессисем те пĕрре кăна мар-ха килĕнче вĕсен — пиллĕкĕн тан. Вăхăчĕ çитсен, савăнăçĕ савăнăç вырăнне картăнсан, юравлă пулĕ хăшне-хăшне. Ак, Дини те, хĕрĕ, асли, лармĕ ашшĕ-амăшĕ йăвинче темиçе çулсемех пăчăхса. Каласа та тăмĕ, вĕçсе тухса кайĕ. Мĕн ĕнтĕ, мĕн тăвас тен, хĕвелĕ пăхать-тĕк, çумăрĕ çăвать-тĕк — пиçмеллех ĕнтĕ пиçмелли çимĕçĕн. Юрласа, чăп-чăмăркка пиçмелле. Пиçмелле те, ырă-сывă майлашăнсан, хăйĕн çимĕç кӳме тытăнмалла: ачи-пăчи йăкăлтăккин-йăкăлтăк сикме тытăнмалла чĕрçи çинче... Мĕнешкел тăп-тăр уяр та хип-хитреччĕ Кĕçенин иртнине малаш кунĕсем. Вĕçсе, чĕвĕл-чĕвĕлтетсе тăватчĕ вăл алла лекен-мĕн ĕçе. Ним хуйха-суйха, эрлĕке-кулянăçа пĕлместчĕ йăлтăр кăмăллă хĕрарăм. Лартрĕ те, ак, çĕлен павнă пек пăвăртса... Çук-тăр, пĕрре çăлчĕ, иккĕ çăлчĕ Матви, виççĕмĕшĕнче те çăлас, терĕ... Тухтăрсем те йăпатнисĕр, мĕн-ку апат çимеллисемсĕр пуçне нимĕнех те уççи-хуппине калаймарĕç, иртессе шантарса, ăшă сăмахсемпе çеç самайланма сĕнчĕç. Самайлянсан, вăй пухарахпа, тепре хума пулчĕç операцие... Ĕне-пăруласан, çуркуннене хирĕç, ăшă сĕт ĕçкелеме тытăнсан, самаях ăша пыраканччĕ те вĕт вăл. Халь ĕне пушанасса та тепĕр икĕ уйăх кĕтмелле-ха, ав. Инçе çав-ха унччен, инçе, çывăх мар... Çуркуннене тухсан, ак, çĕршыв хытма-типшĕрме пикенсен, йывăра тапăнмалли пулать-ха Матвипе иккĕшĕн, никĕс ямалла, çĕнĕ пӳрт хăпартмалла пулать. Тепле, сывалаясчĕ те Кĕçенин çавăнччен, тăраясчĕ те ури çине... Матвийĕ те, хĕрĕхри хĕрелмес, хĕрхенмен укçи-тенкине, туй пĕркенчĕкĕне аппăланнă. Ай-яй перекетлĕ тыткаламалла та ăна халь çине. Кĕрекенни çук таçтанах. Хăй те, ак, ку яхăнта ĕç çумне çыпçăнаймарĕ, уссинчен ытла тăкакне çеç кăтартрĕ пулмалла. Шупашкарăн-пульницан çӳресе те чылаях тăккаланчĕ-тĕр. Вĕçертесси çеç ăна, нухратне. Алли çăмăл ун, укçа-тенкĕн, кĕсъене çакланнă-çакланманах вăшт! туха-туха сирпĕнет. Апла-тăк, пӳрт-çуртпа кĕрмешнĕ чух, пушшех те пĕлсе, перекетлĕ тыткаламалла, эппин, ăна. Чухласа, уяса çеç кăлармалла кĕсъерен. Тыт ăна — пĕрре вĕçерĕнчĕ-тĕк... Туй пĕркенчĕкĕ!.. Хăçан вăрçăнса, урлă пулса курнă-ши Матвипе Кĕçени пĕрре? Матвипе арлă-арăмлă пурăннă çулсем Кĕçенишĕн тӳпере хăй юррипе киленекен тăр-тăри пекех хăвăрт-хăвăрт иртсе çухалчĕç. Ĕнтĕ — ачисем те çур теçетке... Ырă, Кĕçенишĕн ăнмаллипех ăннă этем, упăшка! Мĕнле, телейлĕ-ши Матви Кĕçенине? Иккĕшĕ пĕрлешнĕшĕн çук-ши ун чĕринче ӳкĕнĕç? Çĕвекленсех çĕвекленнĕ-ши икке шарт уйрăлнă телейĕ?.. Апла-и, калла-и те — чĕптĕм те ӳпкелемелли çук Кĕçенин Матвие. Юрлă-и, варлă-и, çитнĕ-и, çитмен-и, тарăхнă-и, тарăхман-и, — ни сивĕ сăмах персе янине, ни ӳпкелесе калаçнине, ни алăпа хăмсарнине курман унăнне Кĕçени. Лайăххине, тĕртлетменнине-кăмăскăлайманнине çеç курнă-асăрханă унăнне. Çавăнпа канăçлă та, мăрт-мартсăр та пуль Кĕçени, ăшпиллĕ-юратуллă та пуль... Курманни, çупăрламанни ачиçене Кĕçенин! Ах, мĕнле пурăнкаларĕç-ши, чăткаларĕç-ши ĕнтĕ мĕскĕнсем! Çитет те, ак, кĕрет те пӳрте Кĕçени çумне чăмăртаса çупăрлать вĕсене, сивĕнсех сивĕнмен, юлнă пек ăшшине йăлт ачи-пăчине парать. Тен, вĕсене курнипех-савăннипех, ура çине те тăма тытăнать. Вăй пухать, чиперех кĕреленсе, самайланса каять. Тытать икĕ, алла пĕр ĕç, ним ыратни-чăрмантарнине те пăхмасть, турткаланман лашалла — ĕçлет, ĕçлет, ĕçлет... Ах, йăлтăр-йăлтăр иртнĕ кун çути!.. Туй пĕркенчĕкĕ!..
Ĕнтĕ тăван сăрт тӳпемне те хăпарса çитрĕç. Ял.
Юр — çăп-çăра. Шурă-шурă, мăнă-мăнă пĕлĕте авăртса-алласа тăнăн, тӳперен татти-сыпписĕр тăкăнать, тăкăнать, тăкăнать... Тавралăха, пĕтĕм çĕре шурă хурлăхпа хупăрласа хурасла, акăнать, акăнать юр çăмхи... Чарăнассин вĕçĕ-хĕрри те курăнмасть.
Лав, ку çăтмаха Кĕçение урăх ĕмĕрне те кăтартмасла сĕвеккелле чăмса, шуххăн, ӳсĕмлĕн кĕрсе кайрĕ укăлча хапхинчен. Ку укăлча халхине, ку урама курасси — ĕнтĕ Кĕçенишĕн юлашки. Тем пек, тем пек тепеçленсен те пурнăç çиппинчен тытасла, татăлнă ĕнтĕ пурнăç çиплийĕ ун тĕлне, çĕрнĕ-çĕрĕшнĕ çĕнелмесле. Хăй мар, хăй урипе утса мар ĕнтĕ тек, йăтса, тулăка хурса, икĕ енчен виçшерĕн тăрса, тупăкне алшăллисемпе витĕрсе, алшăллийĕсемпе хулпуççи урлă кӳлĕнсе, татăла-татăла йĕрсе, вăраххăн та тӳсĕмлĕн капламланĕ Кĕçенин тăван-пĕтенĕ çак укăлча хапхинчен каялла. Чун пек, курăнас кун пек ылтăн шевлиллĕ этемрен вăхăтсăр, ытла та вăхăтсăр уйрăлма тивнишĕн хӳхлĕ, хурланĕ ял халăхĕ. Çапла, кĕрес пĕр енĕн ячĕ — пурнăç, тухас тепĕр енĕн ячĕ — вилĕм.
7
Килне çити ăсатасса ăсатать те-ха, хĕрĕпе епле пуплешмеллине тĕшмĕртсе пĕтереймест-çке-ха Никандр. Динăпа, хальччен илтмен-курман çын мар пулин те, мĕн тесе калаçмалла-ши унпа? Сăмах тупайман енне ял хыпарĕсем, шкул ĕçĕсем-мĕнсем çинчен пакăлтатса, харам халап çапса тăмалла-ши е хăçан та-пĕр пурпĕрех тапратмалли евĕке ним вăтанса-туса тăмасăр тӳрех, халех, çак самантрах тĕпĕ-йĕрĕпе лаплаттарса хумалла-ши? Чарас та хĕре, мĕн пулмалли пултăрах, мĕн илтмелли илттĕрех тесе — хăй кăмăлне кăлтăрт кăна карăнлаттарса хурас? «Юрататăп сана, Августина, хытă-хытă, çав тери, калама çук хытă юрататăп, сансăр минут та, çеккунт та пурăнма пултараймастăп», — тес. Е, васкакан вакка сикнĕ тенĕшкел, аякран-аякран çеç тапратмалла мар-ши ун пек-кун пеке? Калăпăр, иккĕшĕ улттăмĕш класра вĕреннĕ чухнех, акă, Динăна пĕри-тахăшĕ: «Августина, эсĕ питĕ-питĕ лайăх хĕрача. Яланах манпа çавнашкал лайăх пул. Пушкин», — тесе хут татки çырса панине аса илтернинчен пуçламалла мар-ши? Тавçăртăр, ăнланса илтĕр. Тавçăраймасан, ăнланса илеймесен вара, мĕ-ĕн...
Ну, çитрĕ тейĕпĕр Динăсен хапхи умне, ну, тăркалĕ тейĕпĕр йăли-пăлишĕн пĕр темиçе самант, тен, мăн çын пек, кĕçĕрхи çанталăксем-тӳпесем пирки те пăт-патхавхалавса пăхĕ-ха, ну, мĕн-ха вара малалла, мĕн? Ырă каç, тутлă тĕлĕк сунĕ те хĕре, урăх ним сăмах хушмасăрах, таплаттарĕ-и килнелле Никандр? Ашĕнчи ăшăнчăкне пач та палăртма хăю çитереймĕ-и? Нимĕн чухлĕ те-и? Ачаран пĕрле выляса-кулса ӳснĕ пулин те (вĕренессе те пĕр класрах вĕренеççĕ — вуннăмĕш класра), ай-яй кансĕр кĕмсĕркке иккен вăл кӳршĕ хĕрĕпе сăмах хушса чĕнес-си те!.. Чисти чĕр тамăк!..
Ак, Никандрсен, килĕ умне те çитрĕç вĕсем, унтан та иртрĕç, тепĕр тăватă кил аялалла та анса кайрĕç. Динăсен хапхи умне те пырса тăчĕç — йĕкĕтĕн ни хăйсен калинкки тĕлне пăрăнса кĕрес, ни Никоновăна хапхи патне çитерсе хăварнă-хăварман каялла çаврăнса утас кăмăлĕ палăрмарĕ-ха. Тăрать-ха, акă, вăл хĕре алăка уçса кĕме тăхтаттарасшăн хирĕнкелесе. Мĕнрен, мĕн амакран сăмах пуçарса ямаллине чухлаймасăр аптрать. Çĕлĕкне, шарфне, пальто çухавне майлакалать, ӳсĕре-ӳсĕре илет, алсасăр аллисене пальто кĕсйине чике-чике кăларать — çук, чĕринчи пур евĕке пурпĕр хăйса, патлаттарса калаймасть Никандр. Хĕр систĕр тесе, ун куçĕнчен те йăпăрт-йăпăрт пăхать, хăй хăюсăрлăхĕнчен именсе ассăн сывла-сывла ярать, сăмах хушма, пуçласа тапратма вара — пултараймасть. Хытнă ун чĕлхи, шалтан такам нĕрсĕррĕн тăлласа, пусăрăнтарса тăнăн, чăлханнă-чăмаккаланнă.
Дина та кӳршĕ каччи çырма хĕрринчи пӳрт умне çак вăхăтра, çĕр хута, ахальшĕнех анманнине сисмест мар, сисет. Хăçантанпа туслă-юлташлă пурăнса та кӳршĕ каччи ăна хапха умне çакнашкал ăсатса- хăварнине ас-тумасть-ха хĕр. Шкултан-мĕнрен, уроксем хыççăн е клубран, ушкăнпа кĕрлесе-шавласа аннисем пулман мар, темĕн чухлĕ те пулкаланă, анчах та кунашка-ал — «Дина, санпа калаçмалли ,пур-ха», тесе клубран иккĕшĕ пĕрле тухса килелле май сулăнни — çук, астумасть унашкаллине хĕр. Чи малтанхи, чи малтанхи ăсату ку хĕрпе каччă-шăн. Çавăнпа, йĕкĕт сахал сăмахлă иккеннине пĕле тăркач, путакана хавхалантарасла, «улăм çӳппи те тăсса пама» тăрать ăна хĕр:
— Кĕрес пуль, вăхăчĕ те вăраха кайрĕ, — тесе, алăкăн уçмалли тимĕрне шăнкăлт тутарса илет вăл.
Кă-ххăм! ӳсĕренçи тăвать йĕкĕт:
— Чим-ха... Ан васка-ха, Дина... Ман калаçмаллисем пурччĕ те санпа...
— Калаçмаллисем?.. Терĕн те-ха... Бал-маскарад çинчен-и? — пĕлмĕше печĕ Дина.
— Б-ал- маскарачĕ-мĕнĕ... Миçе градус сивĕ пур-ши кĕçĕр?.. Ашă, чĕпĕтмест... — чĕпĕтменнине, ăшă иккеннине палăртма, уснă çĕлĕк хăлхисене те хăпартса тĕвĕлесе хучĕ Никандр.
— Эп астăвассах Çĕнĕ çул каçĕ çапла, Ашă. Тӳлек. Çилсĕр. Умĕн кĕрлеттерет-кĕрлеттерет те сивĕ пĕр кана, унтан, хаяр хĕм сапса ывăннăн, лăпланса выртать тепĕрçемĕн, — хĕр сасси шухăшлă, ӳркевсĕр. — Юр вĕл-вĕл вĕçекенччĕ е лаплаттарсах çăваканччĕ иртнĕ çулсенче. Тем, курăнмасть-ха вăл кĕçĕр каç...
— Çапла çав, — килĕшрĕ унпа Никандр. — Виç эрне каялла епле тĕрĕлтеттерчĕ те, ĕшенчĕ те пуль, мăнтарăн. Сивви те, шартлами те ку халлĕн... Пулĕç-ха, пулмĕç теме çук. Пĕрре тытăнчĕ-тăк шатăртаттарма... Хам каçман та, аннӳ епле-ха, Дина? Самайланать-и, мĕн-и?
Те ыйтăвĕ тăрлавлă самантра мартан, те ыйтăвне кура чăнах та амăшĕн асапне чунĕ тĕлне тунăран, тăрук нимĕн те тавăрса калаймарĕ хĕр, уççи-хупписĕр çĕрелле пăхса тăчĕ-тăчĕ те хаш-ш сывласа ячĕ хуйхăллăн:
— Тăраймасть çав. Вырăнпах выртать. Хухнăçем хухать. Апатне те çын пулăшмасăр çиеймест, — терĕ вара амăшĕ умĕнче хăй темĕн айăпа кĕнĕн. — ... Ĕнтĕ эрне хыççăн эрне. Ним самайĕ, лайăхланни те палăрмасть. Пĕтнĕçем пĕтет... Хăрушă... Аптрамалла... Эсĕ çавна ыйтса пĕлесшĕнччĕ-и, Никандр?..
Хуравламарĕ ыйтăва Никандр.
— Вĕренӳ çулĕ вĕçленесси те тепĕр çур çул анчах.Тытăпăр, ларăпăр экзаменне. Аттестат илĕпĕр, çитĕнсе итни çинчен калаканнине. Саланăпăр, уйрăлăпăр пĕр-пĕринчен. Дина, ăçталла каясшăн эсĕ шкул пĕтерсен? — калас шухăшĕ пуртан, ыйтăва ыйтупа хупăрларĕ йĕкĕт. — Мĕнле, шухăшласа: пăхман-и эсĕ ун , пирки? Эпĕара, — каллех пĕр авăк тăхтаса тăчĕ каччă, — тухтăр ĕçпе, медицинăна çулăхса пăхас тетĕп. Пĕлместĕп, те пулĕ кĕресси, те пулмĕ малтанхи ăстрăмрах: конкурсĕ пит пысăк, теççĕ. Тапаçланасса вара — тапаçланса пăхатăпах. Пĕр хут, икĕ хут, виçĕ хут тапăнса пăхатăп — кĕрессе вара пурпĕрех кĕретĕпех... Мĕншĕн-и? Мĕншĕн тесен манăн пĕр çавăнта кăна кĕрес килет, урăх ниçта та мар. Чун çавăнта çеç туртăнать, акă мĕн!.. Туртать-тĕк — çĕр çывăрмасăр вĕренетĕп те — кĕретĕпех. Пултараймастăп пуль, кĕрейместĕп пуль тесе тăмастăп, каланă — тăватăп...
Тĕлĕне тăрать Никандр: хăйĕнчен апла-каплине нихăçанах та асăрхаманччĕ вăл — ак сана, ме, кур: вăр та вăр ыткăнать ун çăварĕнчен чăх сăхса ĕлкĕрейми сăмах. Эккей, ахалех калаççĕ, эппин, ун пирки «чĕлхесĕр чĕлĕх» тесе. Парĕ ак сана вăн «чĕлхесĕр чĕлĕх». Никандр мар, Мукуç мучи хăраххи тейĕн. Йăт хăлху анине, сар: тытсан тытса чарайми ĕрĕхтерет вĕт чĕлхипе.
— Медицинăна тетĕн-и? — халиччен курмăш туса пурăннă çыннăн пачах та ку таранччен асăрхаман енне, вĕр-çĕнĕ енне, ярр! асăрханăн сасартăках, тем вăхăт пăхса тăчĕ йĕкĕт çине Дина. — Кĕтменччĕ. Тăнларăм та паян (ну, паян мар ĕнтĕ — çĕркаç, у-у-у, вăхăчĕ те тĕпĕртеттерет кăна иккен — ав, паçăрах çур çĕр иртсе иккĕмĕш сехет енне сулăннă), бал-маскарадра сана, ну, пирĕн хушшăмăртан та поэт тухать иккен, тесе шухăшласа илсеттĕм. Ăмсантăм. Мĕнлеччĕ-ха, ă-ă-ă... «Телей тени саркайăк евĕр çапсассăн мăшăр çунатне...» Шутсăр кăмăла кайрĕ. Вăт сăвă-тăк сăвă. Шутламан та эп эс ун пек çырасса. Халиччен пĕлтермен-вуламан — сасартăк, пат...
— Андрей Васильевич ыйтрĕ те... Кăтарткаланăччĕ эпĕ ăна хам çыркаланисене. Тухрăм вара пите кĕççе çĕлесе. Намăслантăм, — чăнахах та намăсланнă, çав намăсне питĕнчен шăлса тасатасла, янахне алă лаппипе сăтăркаларĕ Никандр, — Э-э-э, тупнă мухтамалли. Манашкал сăвăçсем кашни ялтах çыххи-çыххипе пуль. Вылямалла кăна вăл. Ячĕшĕн. Кĕрĕк арки йăваласа ларасси теесрен, — хĕр мухтани килĕшрĕ курăнать йĕкĕте — тути хушшинче кулă палăрчĕ унăн. — Мана та сăвăç вырăнне картсан вара. Ак, тап та ак çак хапха юпине тăрăслаттарса, сас кăларать-тăк, эппин, ăна та сăвăç темелле пуль?..
— Апла ан кала, Никандр. Итлерĕм те — питĕ чĕре патне пычĕç сăввусем. Шухăшлă, сăнарлă сăвăсем. Туйăмлă сăвăсем. Малалла та çыр, ан пăрах чуну суйласа илнĕ ĕçе. Тăрăш. Пурин те пулмасть вăл ун пекки. Çун. Тертлен. Атăлантăр тур панине, — терĕ те хĕр вĕçлемеш шухăшне çапла тĕвĕлесе хучĕ. — Ман шутпа, пустуях медицина пирки ăссăрланатăн эсĕ, Никандр. Санăн, ман шутла, сăвă енĕпех каймалла. Шупашкара-и, Мускава-и унта. Пур япалана пĕтерме памалла мар... Итлерĕм те сăввусене — ахашь-махаль çын мар иккен эсĕ, Никандр. Кӳршĕ каччи, кӳршĕ каччи тесе пурăнаттăм та, эп, пĕлменни, тĕшмĕртленни те темĕн чухлех иккен санра. Тĕлĕнмелле. Ахальтен каламаççĕ иккен: ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен, тесе... Вулаттармăн-и тата ытти сăввусене? Хаваспах, хапăлласах паллашнă пулăттăм. Вăт сана Никандр, те. Эс иккен — сăвăç!
— Сăвăç?! Хĕ, ĕнтĕ ăна та çырни вырăнне картсан, — Дина хавхалантарнипе хавхаланăвах кĕрсе ӳкрĕ, ахăр, Никандр — калаçать те калаçать. — Çынсем вăт — çырнă-тăк çырнă. Медицина енĕпех каятăп эпĕ, паллă!.. Нивушлĕ çынсене вăрăм ĕмĕрлĕ тума май çук? Сыватма, ыратмасăр пурăнтарма, нумай-нумай çул хевтеленме... Куратпăр вĕт-ха: сан аннӳ те, хăшĕ-хăшĕ те... Эх, пĕлейсенччĕ эпĕ тĕнче вăрттăнлăхĕсене... Ну, пăртак, хăть, ну, кăшт та пулин хăть... Ну, эппин, кантăр вăрри пысăкăш те пулин хăть. Вара... Вара эпĕ саншăн, Дина, калама çук чаплă япала туса панă пулăттăм. Пурăнтарăттăм сана çакă çутă тĕнчере аллă, утмăл, çитмĕл, сакăрвунă çул кăна мар, çĕр, икçĕр, виççĕр... тăватçĕр çул таран пурăнтарнă пулăттăм. Ну, хăвăн мĕн чухлĕ пурăнас килет, çавăн чухлĕ пурăнтарнă пулăттăм, эппин...
— Ой-ой-ой! Кайрĕ тĕпĕртеттерсе! Эс иккен, Никандр, ваккат пекех чĕп-чĕрĕ. Романтик тата, çитменнине. Интереслĕ. Эппин, çăхан ĕмĕрĕ сунатăн-ха эсĕ мана? Ну-у, Никандр! Ху, непуç, вăл таранах тертленесшĕн те мар-тăр-ха... Тăватçĕр çул! Тăватă ĕмĕр! Шанк хытмалла вĕт шухăшласан! Кăравул кăшкăрмалла! Тамăк! Чĕрĕлле нуша!.. Ну-и ну, Никандр! Аплах тертлентерме, мĕнпе айăпа кĕтĕм вара эпĕ сан умăнта?
— Айăпĕ-мĕнĕ... Кулатăн та-ха эсĕ манран. Çăвар вылятса çеç калать, тетĕн пуль те... Эп, мĕн, — каллех тем мутасларĕ Никандра, хавхаланăвĕ те чаксах-чакса пычĕ унăн, сăмахлас сăмаххи те уççăн-куççăнах ӳрĕкленчĕ — те «чĕлхесĕр чĕлĕхĕ» сырăнчĕ ăна паçăрхиллех: лап чĕмсĕрленчĕ йĕкĕт. — Эп, мĕн... — «Дина, килĕштеретĕп эпĕ сана. Килĕштеретĕп кăна-и? Юрататăп. Хытă-хытă, çав тери, калама çук хытă юрататăп, сансăр минут та, çеккунт та пурăнма пултараймастăп...» — тесе каласшăнччĕ те ĕнтĕ каччă, сăмаххи, ав, кăварли, пыр айĕнчен тухса вăркăнмалли, пыр анинчех катрамланса-хытса ларнă иккен хăйĕн; тухмасть, вăркăнмасть, чукмарпа тăрăслаттарсан та. — Эс, мĕн, Дина, вĕренсе пĕтерсен, сăрă енĕпех пикенсе пăхасшăн пулĕ-ха. Шакăр пиллĕкпе ĕлкĕрсе пыратăн та. Медаль те парĕç, ак, ылтăннине? Кирек ăçталла та саншăн çул уçă. Куратăн... — теме çеç пултарчĕ вара хăюсăррăн. — Сăрласса та такамран маттур сăрлатăп эс. Пиçет санăн, Дина. Класра та эсĕ — чи-чи хевтелли те чи-чи ăнтармалли...
— Тепле, ĕмĕтпе кăна унпа. Ĕмĕт вă-ăл... — курнăçанçи турĕ хĕр. — Кăвак хупли евĕр йăлтăрр курăнса хĕпĕртеттерĕ те пĕрре... Мĕн-ха, шухăшламан мар, шухăшла-каланă-ха эпĕ ун пирки. Ху калашле, кĕреймĕп те пикеннĕ-пикенмен. Ĕмĕчĕ те шатăрт хуçăлĕ. Намăсĕ те пĕкĕрĕлтермеллех тиенĕ...
— Кĕретĕнех! Каларĕ тесе калăн: кĕретĕнех! — Динăшăн мар, хăйшĕн пĕлтернĕн, шарт! татса хучĕ Никандр. — Сан ăсу-тăнупа та кĕмесен. Пустуй... Аннене пăхакан та кирлĕ. Каллах ураланаймасан... — çĕрлехи урама клуб енчен хуткупăс сасси хыттăн, уççăн вăркăнса кĕнĕрен, тăп такăнчĕ Дина: «Турчăка ачи, ахăр, Виталий». — Шкул вĕçлесе тухасси те тапĕр çур çул-ха. Пурăнар-ха унччен, курăнĕ...
Никандр хăйĕннех печĕ:
— Аннӳ те апла териех кансĕрленмĕ-ха. Тăрĕ. Ураланĕ. Сывалĕ. Утса-чупса çӳрекен пулĕ... — хĕрĕн хапхаран кĕрес кăмăлне туйăмласа «чĕлхесĕр чĕлĕхне» каллех «калаттарма» варшăнчĕ йĕкĕт. — Атя, иксĕмĕр те Шупашкара каяр? Эс — пединститута, художествăпа графика факультетне, эс — университета, медицина факультетне. Иккĕн иккĕнех. Пĕр ял каччипе хĕрĕ. Пĕр хулара. Курнăçса, пĕр-пĕринпе сăмахласа тăрăпăр... Иксĕмĕре те лайăх пулĕ...
— Эс, Никандр, çавна каласшăнччĕ-и паçăр? Тем, калаçмаллисем пур, тесеттĕн те? — клуб енчи купăс сасси кунталла, Çуткасалла, вăйланса килнĕрен, «чĕлхесĕр чĕлĕхĕн» салтăнмах пуçăннă тути-çăварне тĕппипех салтма, чăлханчăкне сирме пулăшасла, йĕкĕте хыпалантарчĕ хĕр. — Кала, кала, каламалли пулсан. Тăнлатăп эп... Çавна çеç каласшăнччĕ-и вара эс, чăн та?..
— Ăна-кăна мар та-ха... — хĕр хăюлăхĕнчен шалт аптăрарĕ каччă, — Ăна кăна мар та-ха... Эп, мĕн...
— Эс, мĕн... — сăмаха самахла сыпăнтарчĕ Дина, Никандр еннĕ пат пахса. — Калам-и хамах эс мана мĕн калассине?
Пуçĕ тăрне халь-халь темиçе пăтлă темĕскер йăтăнса анасса кĕтнĕн, пĕтсе; хулпуççийĕсене пусăрăнтарса, хĕре питĕнчен пăхма хал çитереймесĕр шăппăн сас пачĕ Никандр:
— Кала... Калах, эппин, калассăвах килсен, — терĕ.
— «Дина, эпĕ сана юрататăп. Тахçантанпах, тахçантанпах: Савниçĕм. Кĕçĕр, бал-маскарадра, «Телей тени саркайăк евĕр çапсассăн мăшăр çунатне...» сăвва та эпĕ сана халалласа çырнă. Ун пек сăвăсем манăн татах та, татах та пур», — тесшĕн вĕт эсĕ? Ну, пĕлтĕм-и? — каччăн пăчăртаннă чĕри çине хутаççипех пăрăç чӳшкĕнтерчĕ Дина.
— Ну... — тата мĕн илтмелли юлчĕ-ши-ха тесе, пушшех те пĕкĕрĕлерех пачĕ Никандр.
— «Августина, эсĕ питĕ-питĕ лайăх хĕрача. Яланах манпа çавнашкал лайăх пул. Пушкин», — тесе хут татки çырса пани те эсех. Улттăмĕш класра чухне. Тăватă çул каялла. Паян тавçăрса илтĕм çавна. Итлерĕм те сăввусене — янк пырса кĕчĕ пуçа: «Акă кам иккен вăл хамăр ял Пушкинĕ, Анат Сăрмăш ывăлĕ — Никандр», — терĕм... Ну, мĕнле, пĕлтĕм-и?.. Тĕп-тĕрĕсех-и? — тимĕр çатма çинче ăшалантарнă пек ăшалантарчĕ йĕкĕте Дина.
— Ну... — килĕшет унпа Никандр, нимпе тӳрре тухма тавçăраймасăр.
— Ну, вăт, апла-тăк, итле! — хăтăрин хăтăрмасăр, мĕн витĕмлемеллине шат! татса, пĕтĕм сулăмпа витĕмлет каччăран хăвăртрах уйрăлса пӳрте кĕме хыпăнакан Дина. — Юратмастăп эпĕ сана, Никандр. Илтетĕн-и, ю-рат-мас-тăп. Ан çӳре эсĕ ку хапха умне урăх. Хăвăр хапхăр умне Çит те — чарăн. Сана мар, урăххине юрататăп эпĕ. Ан çиллен. Кĕрер. Килтисем те çухатсах ячĕç пуль. Вăхăчĕ те чылая кайрĕ, — терĕ хĕр, хапха алăкĕн тĕксе уçмалли тимĕрне хыпаласа. — Ăсатса хăварнăшăн, уçăлса калаçнăшăн — тавтапуç.
— Тавтапуç!.. Ытла та хаяр капла, Дина, шелсĕр! — ăнланасса кĕтнĕн, тилмĕрнĕн тĕсĕрĕ Никандр хĕре; куçĕпе унăн пӳне-сине, çĕрлехи юр çутинче сулхăннăн палăракан сăнне-питне ыталарĕ. — Вĕлтрен чĕлхе...
— Вĕлтĕрен-и, вĕлтĕрен мар-и — чăн сăмах, Никандр. Хамра тĕвĕленменнине ма пур туса кăтартмалла, тет, вара ман? Саншăн-и? Сан еккӳне самайлатас тесе-и? Ара, вăхăчĕ çитсен, суйи тытăнмаллипех тытăнсан, тĕкмепе карталаса çаврăнсан та хăтарса хăвараймăпăр ку лăтти-латтие... Ара, мĕн тенĕ-ха ваттисем... Ирхи ăс каçхи ăсран пин хут уçăмлăрах, тенĕ-и-ха? Çавна илер те, эппин... Каçхи çутăра ырри те усаллăн, усалли те ыррăн курăнакан та... — шанчăк хĕлхемне вĕлкĕштересле сăпайлăн хуравларĕ хĕр. — Ну, уйрăлăпăр, эппин. Сывă пул... Эп кĕтĕм...
— Тăхта! — кĕрес йӳтĕмлĕ хĕре хыттăнах каласа чарчĕ Никандр. — Тăхта!.. Пĕлместĕп, мĕн пулнă унта сирĕн, Турчăка ачине иксĕрĕн, анчах та яланах çакна астуса тăр, Дина: куççулĕ килĕ-и пурнăçунта, такăнăн-и — кирек те мĕнле кансĕр самантра та хатĕр эпĕ санапулăшма, хатĕр çăлма. Мана урăх никам-никам та кирлĕ мар. Эпĕ — пуçĕпех, пуçĕпех санăн.
— Ха-а! — сасартăк янăраса кайрĕ тулхăрчăк сасă хăлха анипе çумлах. — Ха! Киккирикки сар автан. Фу-у — лаш! сывласа кăларчĕ ӳпке тулли сывлăшне йĕкĕт. (Ку вăл — Виталий пулчĕ.) — Купăсĕ мешшетлет. Урăсем утмаççĕ... Фу-у! — Никандра хулпуççийĕпе сирме тăчĕ Виталий. — Ну, шĕвĕлкке, пыр, паппа ту кайса. Шăнтăн та, ыйхуна та татрăн пуль. Аннӳ те çухатрĕ-тĕр. Пыр, пыр, шăллăм, итле аслисем мĕн хушнине. Дина, кала ăна хытарса: тасалтăр!..
Паттăрланса, хăйĕнчен кĕçĕнрех йĕкĕте кăкăрĕнчен кăлт! чышрĕ чăмăрĕпе Виталий:
— Итле мĕн каланине, чĕпĕ!
Хытах, сулăмласах тĕкрĕ пулин те Виталий, ӳкмерĕ, патлатса анмарĕ Никандр, тĕртекенĕн çухавинчен çатăрласа тытма ĕлкĕрчĕ.
— Йĕксĕк! — шăл хушшипе сăрхăнтарчĕ вăл. — Пакăç! Ме, эппин, тутанса пăх манăнне те — вĕçкĕн!.. — терĕ те — шанн-! тутарчĕ Виталие янах шăмминчен пĕтĕм вăйĕпе.
Виталий, ăна-кăна кĕтменскер, шакăлча çумĕнчи кĕрт ăшне лаплатрĕ. Çĕлĕкĕпе купăсĕ пĕр çĕрелле, хăй тепĕр çĕрелле вăркăнчĕç.
— Вăт, капла каçса та кайрĕ, — ыратакан сылтăм алă чăмăрне сулахай алă лаппипе лăплантарса сăтăрчĕ Никандр. — Унчченхишĕн те, клубришĕн, икĕ-виçĕ уйăх каяллахишĕн, хальхишĕн те, кĕçĕрхишĕн, хăвна этем ĕретлĕ тытма пĕлменшĕн. Юрĕ, вĕренĕн-ха, малашне суйласарах калаçма пуçлăн. Тĕсĕ, тупрăн ху валли шыраса, — терĕ вара, Виталие чышнипе юр çине сĕвĕнсе ӳкнĕ çĕлĕкне çĕклесе.
Вăт сана ме, «чĕлхесĕр чĕлĕх» те! Ну-и, Никандр! Ахальтен каламаççĕ иккен: çын ăшчикки тавăрса пăхман кĕрĕк, тесе.
Ним хускалми, чунĕ тухнăн выртрĕ-выртрĕ те Виталий, ăн пырса кĕнĕ пек пулсан, тăчĕ, юртан лăстăртатса тасалчĕ, куçне-пуçне чалтăртаттарса, Никандр çине ыткăнма сĕкĕнчĕ.
Урмăш йĕкĕт сăпайланмассине кура, Никандр та чышкисене чăмăртарĕ, шăнăрĕсене хытарчĕ.
— Ну, чарăнăр, ачасем. Тархасшăн, йĕркеллĕ пулăр! Сирĕлĕр! — аллисемпе пĕрре пĕрин енне, тепре теприн енне саркаласа вĕсен хушшине кĕрсе тăчĕ Дина. — Эс, Витали'й, чи малтан лăплан. Тултарнă та пакраса, тем те хăтланма юрать, тетĕн-им! Чарăн! Йĕркеллĕ калаçсан, этем ĕретлĕ хăтлансан, татахчĕ хăть. Капла, вăрă-хурахла, çĕрле çынсене хăратса... Путсĕр. Пыр, кай, уттар хăв çулупа. Чĕнмен-тĕк, çӳретĕн-тĕк намăссăрланса — çӳрех, çĕлех питне кĕççе! — чарасла, Виталие кĕрĕкĕнчен çатăрласа тытрĕ Дина. — Ну, кама калаççĕ — чарăн!
Асту, чарăнчĕ, тет, тарăхнипе кĕвелĕкленнĕ Виталий! Кĕтсех тăр! Вăл, урнă ĕне сĕчĕ ĕçсе урмăшнăн, вашт! хăлăтрĕ те Динăна хăй çумĕнчен аякрах мар тăракан Никандра талăрса та шăмарса латăрт! çулса илчĕ кăкăрĕнчен.
— А-а-а, иксĕр те пĕр шутлă-и-ха эсир çуткассем! — йĕкĕте ласт-ласт силлерĕ пальтинчен. — А-а-а, шкульник!Ме-ха, эппин, тутан, çара çерçи, йӳçкассен йӳç пашалăвне, — хăйне шанлаттарнăшăн тавăрасла, сылтăм чăмăрĕпе Никандр янаххи тĕлне яшт! сулса ячĕ те Виталий, чăмăрĕ ун, Никандр пĕшкĕнме ĕлкĕрнĕрен, вашт! çеç каçса кайрĕ йĕкĕт пуçĕ урлă. Тĕревленме тĕв тăвайманран, çапса тĕшĕрĕлтерепех тесе чăркăшланнăран, ури çинче тытăнса тăма пултараймарĕ Виталий; ӳксе, палтăрт йăванса, хăйпе пĕрле Никандра та туртса, пусахласа антарчĕ.
Пуçланчĕ айĕн-çийĕн тĕркĕшӳ! Виталий, епле те пулин çиеле тухма, «чĕлхесĕр чĕлĕхе» ватма, лапчăтма-кăвакартма талпăнса, ăçтан май килнĕ çавăнтан пăсăрлантарма вĕтеленсе, Никандра аллипе, урипе, янахĕпе, Чĕркуççийĕпе тапăнать; кĕлеткепе кĕлетке çыхлашса, элес-мелес пĕтĕрĕнет. Йăваланнăран, иккĕшĕ те хăйсем, шурă упасем пек, шал-шурă. Пĕрре пĕри, тепре тепри çиеле тухать. Çиеле тухаканни: ку вăл Виталий-тĕк — аялта выртаканнине тапма-лапчăтма нĕрсĕрленет; ку вăл Никандр-тĕк — нĕрсĕрленекентен хăпма, асар-писере путлантарма талпăнать.
— А-а-а, — ӳсĕрлĕ-каяшлă сассине мăрăлтатать-хăрăлтатать Виталий. — Киккирикки... сар автан!.. Авăттарам... сана... çунатна... çаптарса!.. Чĕпĕ!.. Хĕр вăрри!.. Манран... туртса илме-и... Динăна!.. Шкульник!.. Пашалу!.. Асăнтарам-ха... сана... юрату... мĕн иккенне!.. Шĕвĕр!.. — ак, хирĕнсĕ, каллех çиеле пĕтĕрĕнсе тухам тенĕ Никандра вăл, икĕ аллипе те янах айĕнчен тĕкĕлесе, калаçайми тăвасла, тĕртет-тĕртет, ӳпĕнтерет-ӳпĕнтерет юр ăшнелле...
— Çапап! — Виталипе Никандр пуçĕ тăрринче хаяррăн янăраса кайрĕ Динăн çилĕллĕ, тарăхуллă сасси. — Тăрсан, тăрăр. Сирĕлĕр! Сирĕлмесен, халех çурăму тăрăх туртса çапатăп, Виталий!
Урăлнă пек пулса, сасă еннелле пуçне ялт! пăрчĕ Виталий: таçтан тупнă — самаях хулăн хăма йăтнă та, халь-халь лаплаттарса çапасла, вĕсен тĕлĕнче шак! хытнă Дина. Чăн та, хирĕçлеме çеç тăр — çапать. Нимĕн те каялла-маялла ăсласа тăмасть — тытать те шарт! çеç тутарать ирсĕрленекене.
Никандр та тĕлĕрсе ирттермерĕ ку саманта. Виталий хыçалалла çаврăнса пăхнă-пăхман, сылтăм аллипе ăна мăйĕнчен шарт! çапрĕ те, лешĕ, лĕштĕрр анкă-минкĕленсен, пăчă кĕлеткене хăй çинчен сирсе пăрахса, ящт! сиксе тăчĕ. Тӳннĕ чухне халха умнех ывтăнса кайнă çĕлĕкне илсе тăхăнчĕ. Тăхăниччен, ăна пальти çумне шаккакаласа, юрне тасатрĕ. Пальтине те тасатрĕ. Тӳмисене вĕçертсе лăстăр-лăстăр силлерĕ, лăстăртатса тăкăнманнине лăп-лап шăла-шăла тирпей кӳчĕ.
— Лапра! — тарăхса, çĕрте выртакана тем туса хурасла, çăварĕ тулли пухăннă сурчăкне лач! сурса пăрахрĕ вăл хăй тăракан çĕртен аяккалла. — Аçа çапасшĕ! Килнĕ-ха сĕтĕрĕнсе!..
Йăраланса, мăйне, янах шăммине хыпаласа, Виталий те тăчĕ. Малтан вăл, паттăрланса, вăйран иксĕлмен пек курăнса, каллех тытăçма «чышкăсемпе калаçма» — Никандр патнеллех шăмарăнма тăчĕ-ха, унтан, капла хăтланнипе ĕнтĕ нимĕн те ĕç тухайрас çуккине кура, сĕнксе те сĕлкĕшсе, юр хӳнĕ шлак купи çине (çулла хăй кӳрсе килме пулăшнăччĕ) лаш! пырса ларчĕ.
— Майка... Шăркалчă... Сӳтĕк-пӳтĕк... — чашкăрма пăрахмарĕ вăл пурпĕрех, хăшкăлнă пăравус пек паш та паш сывласа. — Чим-ха эп-сана, шкульник, хăтăлтăм терĕн пулмалла та. Ничава. Кăтартатăп-ха ак пĕрре тăрна ташши. Так ташласа савăнăн. Вĕренĕн çын хĕрĕ çумне епле çыпăçмаллине. Тăнланăн кăмакари кăвара мĕнпе туртмаллине. Юрать-ха, юрать. Тĕсĕ, тетĕн пуль те — курăпăр. Эп юлакан марччĕ-ха парăмра...
Аллинчи хăмине Дина, кĕçĕн алăка кăшт уçса, хапха çумне шал енчен сĕвĕнтерчĕ.
— Ну, юрĕ. Килтĕм, калаçрăм, ăша пусартăм. Тавтапуç, — кĕресле, аллине те алăк тимĕрĕнчен хăпăтман хĕре тинкерсе шăл витĕр чăрт сурчĕ Виталий. — Ну юрĕ, пурăнар-ха пăртак, курăпăр... Кăна та каçармăпăр. Пĕлместĕр-ха эсир Виталие. Ахальтен вĕл-вĕл çӳçĕ кăтра-им унăн, ахальтен-им?.. Эх, Дина-Диночка, саркайăкăм!..
Тăчĕ Виталий, çĕлĕкне илсе тăхăнчĕ, купăсне йăтрĕ те, чĕнне хулпуççийĕ урлă çакса, ни Динăна, ни Никандра шăл шурри те кăтартмасăр урăх, юррин ахаль те хурлă та ĕсĕклевлĕ кĕввине пушех те хурлăрах, ĕсĕклевлĕрех сĕтĕрттерсе, вăхăчĕ янăрашмалли-çуйăхашмалли маррине пĕле тăркачах, купăс çемми май чунĕнче тăлпаланнă юррине вăйлăн та çилĕллĕн янраттарса ячĕ:
Атте мана шур пӳрт лартса парас, тетчĕ...
Çав янраттарнă халлĕнех вара ним путти-латтине уяман Виталий, Çуткас урамне çуй тутарса, çывăрманнинне чĕрине пăчăртантарса, çывăраканнине шарт! вăратса ыйхăран, хăй кăмăллĕн те шалкăм çумăррăн тĕп кассалла пăрăнчĕ...
Никандр та, тек мĕн çинчен калаçмаллине тавçăраймасăр, ураран ура пускаласа тăчĕ те, хĕре ырă каç (мĕн ырă каçĕ ĕнтĕ унта — çутă ир) сунса хăварса, килнелле хăпарса кайрĕ.
Бал-маскарадпа тата хапхи умĕнче мĕн илтнипе-курнипе хыпăннăран, вăраха пынă варшăну вĕçленнипе тивех лашш! шĕлтĕркесе, ял çийĕн тăлăх хуракăшла вăйăн та вăйăн вĕçсе хăпаракан пĕччен хуткупăс сассине кăшт тăнлакаласа тăчĕ те Дина, яланлăхах тем çĕтернĕн те тем туяннăн хашш сывласа ярса, картишне кĕрсе, хапха питĕр кĕçне-кĕлине шалтăрт тĕкрĕ...
... Вĕçет, явăнать, тĕк пек хăпара-хăпара вĕлтĕртетсе пысăк-пысăк кĕленче савăт пек ӳсет, чăл-пар вана-вана арканать тăлăх-тăлăх хуткупăс сасси, кĕртсемпе юр капламĕсене; шăннă-пăрланнă пӳрт чӳречисемпе лăпчăннă-пусăрăннă çĕрлехи тĕнчеве хăйшĕн хута кĕме, ăшă, хӳтĕ пама йăлăнса-тархасласа эрленет, куççулленет Виталий ĕсĕклевĕ:
Атте мана шур пӳрт лартса парас, тетчĕ,
Йĕтем варринче чăрăш шăтса ӳссессĕн.
Йĕтем варринче чăрăш шăтса ӳсейрес çук,
Атте мана шур пӳрт лартса парайрас çук...
Ян та ян хӳхлевленет тăлăх-тăлăх хуткупăс сас-сипе пиеленнĕ хурлă-хурлă Виталий ăшĕ-чикки. Ку хӳхлев, тăп тăракан тăнăç-тăнăç шăплăха сасартăк вичкĕн-вичкĕн хĕçпе чашт! сула-сула çурнăн, юрлаканăн чунне, ăсне-тăнне кăна мар, çывăх таврари мĕнпур туйăма, сисме пултаракан мĕнпур-мĕнпур янавара шарт! шуйхантара-шуйхантара, тĕлĕрес тĕлĕкĕсене варт! та варт! сире-сире ывăтать, таптать, çĕкле-çĕкле лăпчăтать вĕсен лăпланăвне. Вăйкăнать-сăрхăнать, хумлă-хумлă пăшăрханать хурлă-хурлă сасă, чĕнет, йыхăрать ăшпиллĕхе, сивлет, ӳнкелешет пӳрменлĕхе. Унта та кунта — тĕп урамра та, Çуткаспа Йӳçкасра та — хуйханнă кунăе сассипе тӳлеклĕхрен писсе, шарлаттарса автан авăтать, йытă лĕр-лĕр вĕрет. Кумать, аталанать, аталалнăçем, кумнăçем йăшать, йăмать лĕр сасăран пуçланнă тĕрлĕ сасă. Ыйхăллă, канлĕхлĕ ял сăнне-питне чĕрĕ, хавхалануллă тĕс çаптарать.
Юрă çеç, çĕрлехи ытти сассене путарса, шуйханать, эрленет, арканать, куççулленет пĕр вĕçĕм... Кунта мар, инçетре-инçетре, курман-ĕмĕтленмен çĕрсенче чăмăртаннă пек кĕтни-чăрсăрланни — ванать, талпăнать, ӳкĕнĕçленет хурлă юрă:
Ирĕксĕрех каяс пулать çĕн çĕре
Сĕм вăрманта чăрăш касса пӳрт лартма.
Сĕм вăрманта чăрăш касса пӳрт лартсан,
Пырса курăр пирĕн пата, тăвансем...
Пурнăç! Пурнăç темелле-и ку чăлхашки-пăлхашкие! Пурнăç мар, каснă-лартнă чĕр тамăк! Мĕнле кăлтăрмачла, мĕнле кучи-мачилле йăтăнса, çăрăлса-çăраланса пырать-ха вăл пĕртте апла тăвас темен Виталий тĕлне?! Килĕштерчĕ, саврĕ, юратса та пăрахрĕ темелле, качча та илес терĕ Динăна, килне те йăтăрласа кĕчĕ ăна, хĕве те хупма пикенчĕ — Ваттал кӳлли хĕрринче йăлл! йăлкăшрĕ те шанчăк шăпчăкĕ пĕрре, сад хĕрринче йăлл! мĕлл! туса вĕлкĕшсе, лап! сӳнсе пăчланчĕ ялăнлăхах. Çитменнине тата, чи-чи айванла та чи-чи путсĕрле, çапла тунипе юратăва çĕнсе илессĕн, каччă хăй вăйпа та чышкăпа ĕмĕтсĕрленчĕ. Сӳнчĕ-и, пăчланчĕ-и апла вуçех? Шăнчĕ-и, пăчланчĕ-и апла яланлăхах?.. Мĕнпе, мĕнле сăмахпа, мĕнле асамçă кăмăлпа, эппин-тĕк, хĕрĕн çаврăнман еккине каялла çавранма, хĕлхемленме пуçланă кăвайтă çĕнĕрен пал та пал чĕртсе яма хăватпа ăс çитерейĕ-ши юратупа аптăранă йĕкĕт?.. Нивушлĕ каччă чухлĕ каччă хакне те тăраймасть-ши вара Виталий? Пĕвĕ-сийĕ çук-и унăн, сăнĕ-пичĕ катăк-и? Е çӳç кăтри лăстăр-лăстăр мар-и?..
Сĕм вăрманта чăрăш касса пӳрт лартсан,
Пырса курăр пирĕн пата, тăвансем...
Хуткупăс пĕрми, Виталин хурлă сассипе хутăшса, хаш та хаш тăсăла-тăсăлă пĕрĕнет. Ĕсĕклет, куççулленет хуйха-суйха сисĕмлĕ хуткупăс. Ун сассинче — тăвăл тус-тарса хăварнă хыççăнхи урлă-пирлĕ те, теме кĕтсе темрен çатăрласа тытасла шанăçни те, темпе сывпуллашса теме алă сула-сула ăсатни те...
Анне мана сар хĕр илсе парас, тетчĕ...
Аслă урамăн çуррине яхăн иртерехпе купăса шелле-ми макăрттаракан хĕрĕнкĕ вăйăç умне, çĕр тĕпĕнчен сасартăк палт! шăтса тухнăн, пĕр çӳллĕ те хытанка арçын кăштăрт! пырса тăчĕ.
— Вăй патăр çĕрле çĕмĕрттерсе çӳреме, шăллăм! — сасартăк илтĕнсе кайрĕ унăн шăрт! пек йĕкĕлтевлĕ те çурма çилĕллĕ сасси. — Салтака хатĕрленетĕн-им каллех?!
Ларт! чарчĕ хуткупăсне Вйталий. Усăнчăк пуçне çĕклерĕ те каччă тӳрех палласа илчĕ арçынна: Иван Гаврилович иккен тан-тан сасă, Нина ашшĕ, кăра та шăрт сăмахлă этем.
— Атя-ха, калаçар ларса, — йĕкĕте хулĕнчен çатăрласа тытрĕ те вăл вăйла тенĕ пекех хапха умне, сылтăм кĕтессе чавса çирĕплетнĕ вăрăмах мар тенкел патне тан-кăлтаттарса пычĕ ăна, тенкел çинчи юрне çĕлĕкпе сăвăрам пекки туса, вырнаçма сĕнчĕ. — Купăс каласах шеп пурăнса ирттеретĕп тетĕн пулмалла та эсĕ... Хăçан авланма шутлатăн-ха, шăллăм?
— Авланма? — ытла та кĕтмен çĕртен персе аннăран ку тĕлпулу — тăрук нимĕн те калама аптăрарĕ Виталий: чĕлхи те, çăвар маччи çумнех çыпçăнса, тăнк! хытрĕ унăн; калаçас тет — мăкăл-мăкăл çеç хăйпăнкалать сăмаххи. — Шутламан-ха эпĕ ун çинчен. Э-э, мĕн...
— Шутламалла! Мĕнле шутламалла мар, тет-ха вăл. Вăйăç! — уçăлма хăтланнă çăвара тăмпа лаплаттарса питĕрнĕн, шап! шăлса хучĕ Иван Гаврилович. — Пĕчĕк ача мар текех. Миçере-ха?
Виталий хăй миçерине каларĕ.
— Вăт, вăт. Шăп та лăп вăхăтлă. Ним тăхтаса тăмалли те çук. Тытмалла та авланмалла, — тĕвĕленнĕ шухăшне малалла тĕвĕлентерчĕ ват çын. — Касакра çӳресе унпа, урам варри такăрлатса... Ăнмарĕ курăнать-ха сан Никонов Матви хĕрĕпе? Пиçмерĕ-няк...
— Пиçесси-пиçмесси, ара... — «Вăт, куршанак, вăт, пăшатан куç, вăт, сăмала. Ма çийĕнчех касса татмарăм кăна. Сак çинче сĕркеленмесĕрех патлаттармаллаччĕ те çав хам çулăмпа килелле. Лар ĕнтĕ халь талпа çакланнă куянла», — текелесе ăшĕнче, чĕлхи вĕçне нимех те латти-лăттине килтереймерĕ йĕкĕт. — Пиçесси-пиçмесси, ара... Култарса илтĕмĕр ялйыша. Тĕлĕнтертĕмĕр, — Иван Гаврилович çынни йăвашах маррине кура кăшт чееленсе, юмах-халапа сулчăлатма та пăхрĕ Виталий. — Халь мĕн ăна-кăна кăлтăртаттармалли. Пулнă-иртнĕ. Айванлăхпа асар-писерленнĕ, тăрри шăтăкланнă..: Хăв епле-ха? Аванах çӳретни-чупатни, Иван пичче? Тем, санăн та ыйхă çук пулас?
— Эп ĕнтĕ, этемми тăнлантарсан та тăнланас темесен, судах памалла пуль тетĕп, — каччă мăрăлтатнине хăлхине те чикмерĕ Иван Гаврилович. — Кунта намăсланман, судра намăслантарччăр хăть. Кирлех-тĕк, алиментне те хырса, шăйăрса илччĕр. Хĕрелтĕр хĕрелме пĕлмен кĕççе пичĕ. Курччăр ыттисем те ют нӳхрепрен хăйма вăрлама- вĕреннĕ, кушака. Сурччăр ăна куçранах, пархатарсăра... Йытă!.. Курăр-ха, курăр çав пилсĕре! Юнран тăван ачине йышăнмасть те вăл! Этем темелле-и ĕнтĕ ăна çавăн хыççăн?! Этем мар вăл — кашкăр! Чĕрĕ ӳт çинчи пукра! Сĕлĕх!..
Виталий, Иван Гаврилович ун-кун ан тапраттăр тесе ахаль те сехрипе айланаканскер, ват çын, пуртă тăршшипе çамкаранах шаплаттарнăн, капла тӳрремĕнех шартлаттарнине курсан, самантрах, вăй пĕтнĕн, лĕпсĕрр пулса кайрĕ.
— Эс, Иван пичче, кам пирки çак териех? — пӳлĕнсе-пӳлĕнсе килнĕ сывлăшне аран-аран çавăрса ячĕ йĕкĕт. — Ытла та хаяр калаçатăн?..
— Хаяр!.. Хаяр пулать-и вăл апла кăна калаçни! — сăмахĕсене шат! шат! шат! каса-каса кăларать Иван Гаврилович. — Шăмми-шаккине хуçа-хуçа пĕтермелле те вăл çыннăнне! Çĕçĕ! Е сĕткен акса-тăкса çӳрекен хутаççине çĕве шывĕ тултарса ямалла. Вăрлăхсăррине! Аксан-сапсан та ниçта пĕр хĕлхем шăтманнине... Йытă! Кĕрт йытти!.. Пĕтерчĕ, çирĕ ман хĕр пуçне чĕрĕллех çав пилсĕр! Ячĕ, çĕртрĕ çĕртмеллипех ыр ятăма ял çинче! Явăл! Хур аçи!.. Ие хутлатманĕ!.. Хаяр, тет-ха тата, ирсĕр!..
Виталий çăварне çăмламас кайăк йăва çавăрнă, тейĕн — татти-сыпписĕр йăшаланать, вĕчĕлтетет унта темĕн. Çăтса ярас, тет — çăтăнмасть, сурса пăрахас, тет — сурăнмасть çав çăмламасси, вĕлтĕрен пек йăшалантараканни.
— Кикен çимен-и эс, Иван пичче, ай-ай урлă çеç кастаратăн? — хăйне вирлĕн кăна тăрăнтарнине каçарма шутламарĕ Виталий, халиччен кĕтессе хĕсĕннĕ хăравçă мулкачла чăтăмланнăскер, асав шăлне те кăтартма именсе тăмарĕ вăл тăрук. — Мĕнле калаççĕ-ха: кĕсри кĕçенмесен... Сыпмалли çук-и сан, Иван пичче? Касăлса тухать пуç. Пĕренепе çапнă пек çурăлать... Кăштах сыпса ярсан, тен, лăпланĕ...
— Сыпмалли-и? — хĕрĕ пирки тĕртсе куçăнах мăшкăлларĕ пулин те, тӳсрĕ Иван Гаврилович, кăкăртан тытса лăскамарĕ йĕкĕте. — Ну, йăптăх-йăптăх та иккен эсĕ, шăллăм. Эпĕ сана, калаçса куриччен, путлĕ этемех пуль, тесеччĕ. Эс иккен... — «кунашкалпа урăх пуплешсе чĕлхе техĕмне те сая ямастăп», тенĕшкел, аллине лаш! сулчĕ те Нина ашшĕ кĕсйинчен пирус пачки туртса кăларчĕ. — Туртатни?
— Тавай! — ку сĕнӳпе хăпăл-хапăлах килĕшрĕ Виталий. — Туртмасăр. Тавай, тавай!.. Шеллетĕн-тĕк эрехне, пирусна тавай, эппин?!. Мăкăрлантарар... Атту тек çăвар анинче тем аванах марччĕ-ха... Нина килтех-и?..
— Итле-ха, шăллăм! — шĕвĕ тĕтĕме тĕтĕрме тапратрĕстарик. — Пыр-ха эс, уттар-ха хуткупăсу хыççăн. Йытăсем те, ав, сана кĕтсе, ӳлеме те пăрахрĕç. Витĕр çил!.. Пушăт чĕлли, хуп татки!.. Курăс!.. Мĕн кĕрӳ тумалли çын ĕнтĕ эс? Сӳтĕк-тĕк сӳтĕк! Вĕçкĕн! Япала тĕлне пĕлмен тĕлĕк!.. Нини те, чĕн чăпăркка тивменĕ, çĕрте йăваланана! Хĕсĕр тенĕ-ши Анат Сăрмăшпа Тури Сăрмăша.Сансăр пуçне урăх сӳсленчĕк тупаймăп тенĕ-ши, екким романч! Ак, кур ĕнтĕ халь — ик айкки те тăвайкки!.. Пастай-ха, эп сана, пастай! Выртса та макăрăн-ха, ак, кайран. Чавсу çывăх пулĕ те — çыртаймăн... Çапла, кĕрӳ тумалли çын мар эс, шăллăм. Çил авăртмалли çиларманьçеç. Пуш параппан... Хывăх!.. Тахçанах калаçасшăнччĕ те санпа кун пирки — тупаймарăм майлă самант! Халь калаçрăм ĕнтĕ. Куртăм, пĕлтĕм ăщчикӳ мĕнле иккеннине... Хура юн иккен эсĕ, шăллăм, акă кам... Çапла, судах пама тивет сана, кĕççе пите... Ял намăсĕ!..
Йĕкĕте татах та каласа хăртма, ват пек йӳçĕ сăмахсемпе ăшалантарма кăмăлĕ пурччĕ пулмалла та хаяр старикĕн — паçăрхи пекех аллине лаш сулчĕ те вăл каллех хăй ăссĕн тем шухăшлама тытăнчĕ.
— Чим-ха, Иван пичче, чим, — Иван Гавриловича тарăхтарса картаранах кăларса ярасшăн арасланать-мĕн Виталий: йĕплемĕшпе тирет те тирет, сăпайне-чиперне те уямасть. — Мĕн эс мана, Иван пичче, ирĕксĕрлех кĕрӳ тăвасшăн? Халь ĕлĕкхи мар, çураçса хунă-и, çураçса хуман-и, ăна-кăна пăхса тăмаççĕ, килĕштермеççĕ-тĕк — пăрахаççĕ те утаççĕ... Ĕлĕк ăна ашшĕ-амăшĕсем калаçсататăлнă та — пĕрлештернĕ. Икĕ çамрăк чун савнă-и пĕр-пĕрне, савман-и — ыйтса чăрманман вĕсенчен. Алă çалнă та — туйне кĕрлеттернĕ. Халь — çĕнĕ самана! Ирĕксĕрлейместĕн. Мĕнле пурăнас тет хĕрĕ е каччи — çапла пурăнать. Ас ăслама кивçене каймасть... — çапла каларĕте сехрине сĕвĕртнĕ йĕкĕт лĕкĕрт! кулса илчĕ. — Иванпичче, ятламан сăмах хăвармарăн пуль мана кĕçĕр. Вăрçрăн, тăкăлтатрăн. Те... пĕлсех пăсăрлантартăн эс мана? Вĕт кун пек чухне йăнăшма та пулать-çке, Иван пичче? Эсĕ вара, лапчăтса хурасла, тӳ-ӳ-ре-ех... Мĕн, Нини хăй каларĕ-им?
Çурри те туртайман пирусне çĕре лач! сурса пăрахрĕ Иван Гаврилович.
— Ну и ну, аннӳ хăраххи! Икĕпит! Мĕнле çаврăнать тульккĕ чĕлхӳ! Нĕрсĕр! — ним тăвайман енне пĕççине шарт! çапрĕ ватă çын. — Ну, йăлтăх-тăк йăптăхах иккен эсĕ, шăллăм. Этем мар — пылчăк!.. — тăчĕ Иван Гаврилович, Виталие те çĕклесе тăратрĕ. — Пыр, уттар хăв çулупа! Йăлтăх! Кай, урăл! Кĕрт йытти!..
— Йăптăх! Кĕрт йытти! Ват çын пулмасан, тутантараттăм та-ха сана ку эрешсемшĕн. Юрĕ ĕнтĕ, лăпăртатах, — турткалашса, çапкалашса хăтăлса тухрĕ-тухрех Виталий Иван Гаврилович хĕскĕчĕнчен. Хăтăлса тухрĕ те — аяккарах кайса тăчĕ. — Йăптăх! Кĕрт йытти! Мана мар, хĕрне чармăлла пулнă малтан... Асту, сирĕнпе тăванлашасшăн хыпăнса çӳретĕп, тет, эп. Кĕтсех тăр! Кар карланкуна — йăлăртах кĕрсе ӳкеп, хаклă кĕрӳ пулап. Хам çӳллĕш ылтăн парсан та, сирĕн кĕрĕвĕр пулас çук эп. Эсĕ мана, ват шуйттан, ун чухне чĕрĕллех çисе яратăн вĕт. Сăмах та чĕнтерместĕн. Упалентерсе çӳретĕн. Хĕсмет!.. Сăмакунна та шеллерĕн те эсĕ, хыт кукар! Сан сăмакунна ĕçсе ят илтиччен эпĕ луччĕ çăвара юр хыпса тутă пулатăп ак... — Виталий, пĕшкĕнсе, пĕр ывăç юр чăмăртаса илчĕ те, кăл-кал хыпам лекки тусан, каялла сурса кăларчĕ. — Хĕсмет! Хыт кукар!..
— Кăшкăр, кăшкăр, эрех хырăмĕ! Пурпĕрех сана нимĕн те лекмсет! Кӳп кайса аннӳ тунине! Чĕркуçленсе, йĕрсе каçару йăлăнăн-ха, ак, курăп. Тухмасть сана вăл Нина качча, тухмасть. Пилсĕр йытă эсĕ! Шăршлă! — вăрçрĕ-вăрçрĕ те, тăнлантарса çитересле, йĕкĕте чышкипе юнарĕ Иван Гаврилович. — Тăмсай! Пур телее упрама пĕлмен кăркка! .Хапсăнчăк! Пульницана ăсатрăмăр вĕт Нинăна кĕçĕр! Çуратма! Çур çĕр иртсен аптăраса ӳкрĕ те! Черетпе санăн леçмелле пулнă, тет-и? Сĕтĕрĕнчĕк!.. — калассине пĕр кана хыттăн каларĕ-каларĕ те ыттине, вĕçлемĕшне, лăпках пĕтерчĕ ватă çын. — Вăт, лартса ятăмăр вара район пульницине. Шучĕпе çичĕ уйăхсем тĕлнелле кăна-мĕн те, аванччĕ ĕнтĕ, аван пушансан... Кĕрес тенĕччĕ те пӳртелле — эс, ав, янраттарса пыран...
— Суятăн вĕт! — кăшкăрас тенĕ çĕртенех, шутсăр тĕлĕннипе, тăнк-танк çеç сĕтĕрĕнсе тухрĕ Виталий сасси. — Епле-ха апла... сасартăк?
— Э-эх, шăллă-ăм! — терĕ те Иван Гаврилович шелленĕн, крыльцаран хăпарса, самантрах пӳртне кĕрсе те çухалчĕ.
«... Э-эх, шăллăм!..» — тем тумалла ĕнтĕ халь Виталин? Алкум алăкне çаклатсах лартиччен, Иван Гаврилович хыççăн кĕрсе, Нина пирки тĕплĕнрех ыйтса пĕлмелле-ши е, кунта, анлă тӳпе айĕнче тăрса, хăйĕн ăнăçсăр чĕри епле тапнине тăнламалла-ши унăн? «Алла эппин-ха, ăт тĕлĕнтермĕш, ăт инкек — ача! — ăнсăрт шухăш килсе хупăрланипе йăлт аптăрарĕ йĕкĕт. — Епле-ха апла сасартăк, хăвăрт? Нинăна больницăна илсе кайнă-и? Çаплаччĕ çав: ун-кун сиксе тухас-тăк, Виталий хуралĕччĕ çав кĕçĕр. Вăл, ав, бал-маскарадăн — Динăсен хапхи умĕн янах икерчи çисе çӳрерĕ. Эппин, больницăна илсе кайнă-ха Нинăна? Тьфу! Вăл пур, ак, унăн ашшĕпе, Иван Гавриловичпа, темтепĕр сумсăрсем калаçса пĕтрĕ. Тьфу, чăн та, сĕнкĕл-сенкĕл этем кăна пулмалла çав эсĕ, Виталий. Хур аçи, Иван Гаврилович калашле. Ха! Ара, Виталий ача ашшĕ пулас çын-и? Ăт тĕлĕнтермĕш, ăт инкек!..»
Виталий çĕрлехи тĕнчепе хăйĕнчи тĕнчене тăнласа тăчĕ-тăчĕ те темиçе самант, хуткупăс çаккине сылтăм хулпуççи çине хăпартса, каллех тăкăскă, эрлĕклĕ кĕввине тăсса ячĕ:
Анне мана сар хĕр илсе парас, тетчĕ,
Урам варринче çăка шăтса ӳссессĕн.
Урам варринче çăка шăтса ӳсейрес çук,
Анне мана сар хĕр илсе парайрас çук.
Ирĕксĕрех каяс пулать ют яла
Çичĕ ютра сар хĕр тупса илмешкĕн.
Çичĕ ютра сар хĕр тупса илсессĕн,
Пырса курăр пирĕн пата, тăвансем...
Çутăлас умĕнхи урама çуйхантарса, каллех вĕçет, каллех вăйкăна-вăйкăна хăпарса, каллех юр капламĕсемпе кĕрт хӳттисене лăпчăна-лăпчăна выртать çак тунсăхлă, çак шухăшлă-шухăшлă юрă. Хăнăхнă вырăнсене пăрахса халиччен курман-пулман кĕтессене, çĕнĕ çĕре хăпса тухнă чăвашсен авалхи хурлăхĕпе тата пирĕн вăхăтри ăш вĕçнĕ йĕкĕтĕн сăмаххисемпе çав кĕвве май вĕр-çĕнĕллелнĕскер вăл — чуна пушшех те тăвăнчăк кĕртсе — кумать, хĕвĕшет, пĕтĕрĕнет ирхи тăнăçлăхра, хут-купăс хуçин нимпе лăплантарсан та лăпланайми хуйхи-хыпăнчăкĕ пирки анлăн та çилĕллĕн калать.
Çичĕ ютра сар хĕр тупса илсессĕн,
Пырса курăр пирĕн пата, тăвансем...
Юрă!.. Этем терчĕ-савăнăçĕ пекех авалхи çăра, йышлă тымарлă эсĕ. Тапта, пытар, усра сала хул хушшинче — пурпĕрех эсĕ, канăçне çĕтернĕ текерлĕкле, çӳлте, пĕлĕт айĕнче — нăйкăш-нăйкăш, çӳçенчĕк-çӳçенчĕк. Е, хĕвел шатăр-шатăрне ян-ян мухтакан тăр-тăрилле — ирĕк-ирĕк, телейлĕ-телейлĕ. Пурнăç шартламипе ĕнсе, антăхса çитнĕ çыншăн эсĕ — тăрă-тăрă, уçă-уçă çăлкуç, кĕтсех-кĕтсех илнĕ çăлкуç. Пурнăç карусельне ахаль те тӳнкки-тӳнкки çавăрттаракансемшĕн вара — уяв. Реххет çине реххет. Киленĕç çине киленĕç. Телей, пĕр сăмахпа каласан... Кам ăсли, кам чи-чи пултарулли шухăшласа кăларнă-ши сана, чĕре асамĕ, кăмăл çуначĕ — савăк-савăк йăпанăвăмăр? Ара, апла çеç-и? Савăк-савăк йăпану çеç-и? Пурте, пурте эсĕ — савăк-савăк йăпану та, хаяр-хаяр тавăру та, ытлă-çитлĕ ыткăну та. Хушă эсĕ — çуттĕнче çутипе юп курса пурăнакан, хуйхă-суйхă астивекен çынсен чун патĕнчи ăшши, юн талпăнăвĕ. Эс пур-тăк — ыйхă та, юхас куççуль те кулянăçпа çурмалла çеç. Эс пур-тăк — кăрлач та кăрлач мар, ăш пăвăнчăкĕ те иртес, çуталас халлĕн кăна. Эс пур-тăк... Эх, юррăмăр-юрă! Управ!...
Камшăн, мĕншĕн пурăнать Виталий çут тĕнчерĕ? Камшăн, мĕншĕн ĕнерĕнет ун юрри?
Нина!..
Епле-ха ĕнтĕ вăл халь? Чипер-ши, самай-ши? Вăрçать, ӳпкелет пуль ĕнтĕ Виталие? Пĕркунне, урамра хирĕç пулнă чухне те нимĕн те шарламарĕ те вăл. Шарт çеç иртсе кайрĕ те... Эх, вăййăн-вăййăн вăйăнтăк!
Нина!
Анне мана сар хĕр илсе парас, тетчĕ...
Пархатарланнă юррине тепĕр çавра эрлĕклентерме пикенсе пăхрĕ те каччă — кĕввине сулчăланă пекех çеммине те ларт! чарса лартрĕ пуçланă-пуçламанах, йăшрĕ унăн юрлас йӳтĕмĕ, урăххи, темĕскер çĕнни пăтранма тытăнчĕ йĕкĕт ăсĕнче. Хуткупăсне, пĕрсе, икĕ енчен те тӳмелерĕ вăл, ăна, хулпуççинчен уртса янăскере, ан ӳктĕр тесе, аллипе тĕрев пачĕ. Хăй, ĕрлесе-кĕрлесе Йӳçкас пăрăнчăкне çитнĕскер, анаталла, килнелле май, ӳсĕмлĕн яра-яра пусрĕ.
Нина!..
Темĕн чул шухăшлас мар, шухăшлас мар, темĕн чул манас, манас тесе тăрăшсассăн та, çук, Нина çинчен ниепле те шухăшлама пăрахма, ăна манма пултараймасть иккен Виталий. Шухăшлам мар, шухăшлам мар, манам, манам, тенĕ шухăшĕ ун, çил кас-кас хӳтере-хӳтере килекен лăстăк-лăстăк пĕлĕтле, тек-текех хупăрлать, тек-текех çатăрлать-çăварлăхлать йĕвенсĕр йĕкĕте. Савса савни тунă сарă хĕр, Нина, сăнарĕ, килĕштермен тĕсе тепĕр тĕс хутăштарса темĕн чул урăхлатас тесе тăрмашсассăн та, çук иккен, урăхланмасть, тĕссĕрленмест иккен пĕрре вара вырнаçнă чи-чи малтанхи илем. Ку сăнар, ку манăçтарас тесессĕн те манăçăнман илем, тахçан-тахçанах чĕре тĕлне вăтăрсан та вăтăрăнмасла чиперленнĕскер, ялан-ялапах чĕрĕ, ялан-яланах сывă иккен, ялан-яланах кивелчĕксĕр.
Тен, пачах та Анат Сăрмăшпа Тури Сăрмăш урамĕсенче шырамалла мар унăн хăйĕн телейне?.. Телей!.. Мĕн япала-ши вăл, телей?.. Тен, хăй хăйласă çĕнетнĕ юрă сăмахĕсенчи пек, чăн та, унăн ирĕксĕрех каяс пулать ют яла çичĕ ютра сар хĕр тупса илмешкĕн?.. Вăт аптрашки... Халĕ ак тата, те савăнăçа, те инкеке ĕнтĕ ку, тăп-тăр уяр кун аçа шатăртаттарса-шаплаттарнăн — ача! Никамăн-никамăн та мар — Виталий ачи! Нинăпа иккĕшин тăсăмĕ! Хĕр-и, ывăл-и — çĕнĕ чӳн!
Виталий ача ашшĕ-и вара?.. Тĕлĕнмелле! Ара, вăл хăй те ача чухлĕ ача кăна-çке-ха. Ача çинчен ĕмĕтленмен, ача, ашшĕ вырăнне картăнма та шутламан-шухăшламан мăнттай!.. Ашшĕ!.. Сисмест, курмасть мар сисет, курать Виталий: ял çăварĕ те ахальтенех вĕрлĕк хапхалла уçăла-уçăла хупăнмасть иккен. Амăшĕ те, ав, Хвеччисĕ, вĕсен килĕнче çав çын хăналанма тытăннăранпа лара-тăра пĕлмест. Кăлăк чăххи пек кускаласа çӳрет. Унчченрех, ку арçын килсе кĕриччен, упăшкине, Турчăка Кулине, кăшт-кашт çын картине кĕртем евĕр тăватчĕ-тĕк Виталий амăшĕ, халь, ку арçын килсе кĕнĕренпе, те пур уншăн упăшки, те çук: пач хисепсĕре тухрĕ Турчăка Кули. Ахăр, Виталий сиснĕ тăрăх, ывăлĕпе упăшки йывăç пӳртре çывăрса кайсан, чул пӳрте, леш арçын патне, йăпăртатса каçать Хвеччис каç-каç. Каçать те, тем вăхăт унта çухалса тăнă хыççăн, хăйма вăрлама вĕреннĕ кушакла, йывăç пӳрте, упăшки çумне, каялла йăпăртатать. Паллă, амăшĕшĕн кура тăран çын çеç мар ку арçын, тем тесен те, унăн тахçанхи ерĕшки. Леш, çутă кĕртсе çӳрекенни. Эппин-тĕк — Виталин чăн-чăн ашшĕ. Амăшĕ каламасть, ăшĕнче вăрттăн пытарса усрать пулин те, çапла: ку кăтра пуçлă этем — Виталий ашшĕ. Амăшне, ытти чухне те вăр-варскерне, чул пӳртре Бонапарт йăва çавăрнăранпа, пушшех те мăшăр çунат хушăннă, тейĕн. Утмасть, вĕçнĕ пек çӳрет амăшĕ. Бонапарт тавра кăлăк чăххилле кускаласа çӳрени, чăн та, пĕр те пĕр тесен, хăйĕн ĕмĕрхи йăли-пăли тесен, тарамччĕ хăть; вăт, эккей, ку кăна çитмест, килте-çуртра çимелли-ĕçмелли мĕн тутли, мĕн лайăххи пур — пĕтĕмпех ун умне кăлара-кăлара хурать. Сĕчĕ-и, хăйми-и, ашĕ-и, шăрттанĕ-и е çавăн йышши тата техĕмлĕ тем-тем-и — пĕтĕрет те пĕтĕрет, явать те явать леш хайхискер. Калориллĕ апата пехленĕ май вара каçунккана татти-сыпписĕр çăтать те çăтать. Кĕскен каласан, Турчăкасен килĕнче курортри евĕр ырă курать Бонапарт. Çиет, ĕçет — ĕнсине хулăмлантарать, урлă выртана вара тăрăх та çавăрса хумасть. Турчăка Кули мар, вăл, тейĕн, ку килте хуçа. Ну, Турчăка Кули йăваш, хирĕç чĕнеймест, чăтать, тейĕпĕр. Иçмасса, Виталие те сăмахламалли çын вырăнне хумасть вĕт-ха вăл. Чул пӳрте кĕнĕ-тухнă тĕлсенче лешĕ ун еннелле епле пăхать куç шуррине çавăрттарса, тапăнас вăкăрла... Килĕштермест ку этеме Виталий. Сисет, туять пулин те ку этем хăйĕн чăн-чăн ашшĕ иккенне, ăна курайманлăх туйăмĕ унра куллен-кунах йӳçсе, тăвăлса, хăпарса пырать. Мĕнле этем вăл, Бонапарт? Çирĕм çул иртнĕ хыççăн мĕн хӳтерсе килнĕ ăна Йӳçкаса? Çав вăхăтра ăçта, мĕн туса пурăннă вăл? Ачи-пăчи пур-и унăн, килйышĕ? Ма нимĕн те каласа памасть вăл хăй пирки? Тата, намăс-симĕсе чухламанскер, хăçанччен çакнашкал улпутланса пурăнасшăн вăл Турчăкасем патĕнче? Малтанхи кунсенче, леш таçтан-муртан пуç çине персе аннă-анман, ку этеме курнин савăнăçĕ-хĕпĕртĕвĕ те пурччĕ пек Виталире пăртак. Епле-епле-тĕр те, çапах та ашшĕ-çке-ха, тăван ашшĕ. Пĕр юн. Халь ак, пĕрне-пĕри курса тăрса пĕр уйăх шутлă пурăннă хыççăн, чат кураймиех пулса çитрĕ ăна йĕкĕт. Юрать, иккĕшĕ икĕ çуртра выртса тăраççĕ вĕсем. Пĕрле пĕр çуртра пĕр сывлăшпа сывласа пурăнас пулсассăн-и? Çук, чăтайман, тӳсеймен пулнă пулĕччĕ ку тамăка Виталий. Тытса кăларса çапатчех ăна картишĕнчен тулалла. Халĕ те алла тума вăтансах тăмалла мар та-ха вăл — амăшне шеллени хуплать-çке Виталие. Эх, амăшĕ! Кăмăлне-чунне тепĕр хут екки янă амăшĕ!..
Тăван мар ашшĕне, Турчăка Кулине те, шел. Вăл та суккăр мар, курать арăмĕпе Бонапарт чул пӳрте мĕншĕн хупăна-хупăна «калаçса ларнине». Курасса курать те — нимĕн те шарламасть тулĕк. Хăйне танлăн та сахал сăмахлăн тытать. Вăрçмасть, ятлаçмасть. Ĕçрен таврăнса апат çикелесен, Бонапартпа арăмĕ ушкăнĕнчен хăвăртрах пăрăнса, йывăç пӳрте кĕрсе çухалать. Тепĕрçемĕн вара унтан çурма хуйхăллăн, хыттăн кăшкăрса юрлани илтĕнсе каять: «Эп ĕçмесен, кам ĕçет, эп ĕçмесен, кам ĕçет, пиртен ĕçекен те çук...» Ян та ян янраттарса тăрать вара кашни каçах çак юрра Турчăка Кули. Юрлать, юрлать те пĕр кана çапла, эрехĕ пусса çитерсен, тӳшекĕ çине лашт! персе анать. Пуçĕ минтере перĕннĕ-перĕнменех харлаттарма тытăнать — кăр-рăр, хăр-хăр... Вăрçмасть, ятлаçмасть — ĕçет. Ĕçмен хушăра — ĕçлет. Килте-çуртра арçын валли тĕкĕнмелли мĕн пур — пурне те çавна тыта-тыта тăвать. Ăçтă пăта çапмалла, ăçта çĕнĕрен мĕн ăсталамалла — пур çĕрте те çыпăçуллă ун алли. Çынна кĕленмест каскаламалли ĕçе — йăлт хăй тыта-тыта тăвать. Боналартпа Хвеччиса вара — хутшăнтармасть. Каллех пĕччен мăштăртатать.
Асра çук çĕртен çак çынна тăрук килĕштерсе пăрахрĕ Виталий. Унчченрех ăна асăрхасах та кайман-тăк, юлашки эрнесенче Турчăка Кулине тĕсеме-тимлеме пуçларĕ йĕкĕт. Чул пӳртре Боналарт сăвăр пек мăнтăрланма пикениччен, Турчăка Кулине никампах та танлаштарса чăрманман Виталий. Тӳррипе, танлаштармах сăлтавĕ те пухăнайман унăн. Амăшĕн ачашĕ пулнă мая пит картсах та кайман вăл Турчăка Кулине Турчăка Кули вырăнне. Лешĕ хуть кала, хуть ан кала — пурпĕрех хăйĕнешкел çеç хăтланнă Виталий. Те Хвеччисĕ килйыш тилхепине çавнашкалтарах тытса пыниле, ашшĕ вырăнĕнче мар, амăшĕн çывăх çынни вырăнĕнче пекле кăна шутланнă Турчака Кули Виталишĕн халиччен. Ача чухне ачалла хăнăху тенĕрен, ӳсерехпе, çитĕнерехпе пач ун енне çаврăнса пăхми пулнăччĕ йĕкĕт. Халь вара, Бонапарт сывлăшĕ тăвăнтарма тытăннăранпа... Ырă, сăпай çын иккен вăл Турчăка Кули, унăн тăван мар ашшĕ. Тепри-тĕк, çав намăс-симĕсе çухатнă Бонапарта тахçанах хапха тулашне кăларса пемелле, Йӳçкас ăçтине яланлăхах мантармалла. Ку пур, йăваш, тӳлек, тапратмасть урлă-пирлĕ. Тӳсет. Ну, вăрçнă, ятланă пултăр Турчăка Кули Виталие. Тĕрĕс ятланă, вырăнлă. Татах та ятламалла, вăрçмалла пулнă. Хытăрах, хăтăрарах ӳстернĕ пулсан, тен, çакнашкал тулхăрса, ларма-тăма вырăн тӳпаймасăр та çӳремĕччĕ Виталий. Амăшĕ ачашламан, тӳрĕрех çитĕнтернĕ-тĕк. Турчăка Кулине итлерех, ашшĕ вырăнне картарах сулăмланă-тăк... Ашшĕ!.. Ав, пур иккен-ха унăн тăван ашшĕ те! Бонапарт!..
Виталий паçăрхи, клуба бал-маскарада тухса утас саманта куçĕ тĕлне турĕ.
... Чул пӳрт. Сĕтел тулли ĕçме-çиме. Хĕрĕнкĕ Турчăка Кули. Хĕрĕнкĕ Бонапарт. Хĕрĕнкĕ Хвеччис. Самаях сыпнă Виталий...
Бонапарт, шăрттан кавлесе тăраннă Бонапарт, хыçлă тенкел çине сĕвĕннĕ те, сылтăм аллинчи чăп-тулли тултарнă эрехлĕ фужерне хăй умĕпе кумтара-кумтара, юрă çĕмĕрттерет. Юррин сăмаххисем тата, хăна тăваканĕсенчен йĕрĕннĕн, мăшкăлланăн — икĕ питлĕ, тăварлă.
Четвĕрт кĕленчин çĕвви çук,
Четвĕрт кĕленчин çĕвви çук.
Çĕвви çук та —
Çĕмĕрĕлесрен чунăм çук.
Ман тăвансем нумай мар,
Ман тăвансем нумай мар.
Нумай мар та —
Сивĕнесрен чунăм çук.
Юрлать-юрлать те Бонапарт сывлăш çавăрнă хушăра фужерĕнчи эрехне сыпкăмшар-сыпкăмшар чаш! та чаш! ӳпĕнтерет çăварне. Упĕнтернĕ май, пĕрре Турчăка Кули еннелле, тепре Хвеччис еннелле кăшт тайăла-тайăла, куçне-пуçне кулăшла вылянтара-вылянтара илет. Савăнăçлă Бонапарт, чик тулли телейлĕ. Ун савăнăçĕпе телейĕнче темле кашкăрлăхпа çăткăнлăх, пăхăнманлăхпа никама сума суманлăх пур. Хăй çеç вăл сĕтел хушшинче. Уншăн пулсан, Турчăка Кулипе Виталий те, çав йышра-шутра Хвеччис та пĕр пĕлтерĕшсĕр-малашлăхсăр сĕм-сĕмеккесем анчах, Бонапарт карланкипе хырăмне паян, халь киленĕç кӳрекен апăршасем, тăрри шăтăксем. Çавăнпа вĕсем çине вăл вăхăтлăх йăпанăç çине, кирлĕ мар çӳп-çап çине пăхнă пек çеç пăхать. Эппин, пĕтĕм савăнăçĕ-телейĕ те унăн ку яхăн — тутлă апат, тăраниччен эрех, иртĕхмелĕх хĕрарăм...
Хăйсен килĕ умне çывхарса пынăçем Виталире çав кашкăрла этеме курайманлăх, тарăху туйăмĕ çĕнĕ вăйпа калланса-вĕркесе хăпарчĕ. Акă, чул пӳрт алăкне яри уçса ярать те Виталий, кĕрет те шала таплаттарса, çутать те çутă — яп ярса тытать Бонапарта кăкăрĕнчен. Тăратать ăна. Кĕпипе йĕмне, пур-çук япалине тыттарать те, ним калаçтарма, турткалантарма памасăр, танкăлтаттарса, малтан пӳртрен картишне, унтан картишĕнчен урамалла вашт! çеç кăларса çапать. Пĕтет, пăчланать вара çакăнпа Бонапартăн Турчăкасем патĕнчи ырлăхĕ. Кăларса çапать те ăна урама — хапхине хăпăл-хапăлах сăлăп тĕксе хурать. Тĕнче хĕсĕр мар — янкăлтаттăр ăçтан килнĕ çавăнталла. Ç'ĕтĕк-çурăк! Пилсĕр!..
Виталий, йывăç пӳртрисем хытă саспа ан вăранччăр тесе, хапхана хуллен чĕриклеттерсе уçрĕ. Йытă вĕрмерĕ. Çĕрлене сăнчăртан вĕçертнĕскер, вăл каччă урисем çумне пырса лăпчăнкаларĕ-лăпчăнкаларĕ, хӳрипе пăлтăртаттаркаларĕ-пăлтăртаттаркаларĕ те выртакан, пурăнакан çĕрех, лупас айнеллех лăпăстатрĕ каллех.
Чул пӳрт алкумĕн алăкне туртса пăхрĕ Виталий. Питĕрмен иккен, телее, çекĕлсĕрех. Шала кĕчĕ. Алă сĕмĕпе стенаран тытса, картлашкапа чул пӳрт алăкĕ патнелле хăпарчĕ. Çитрĕ. Тĕртсе пăхрĕ. Телее, кăна та сăлăпсăрах хăварнă иккен-ха. Аван. Турра шĕкĕр!
Пӳрте кушакла шăппăн йăпшăнса кĕрсен, çиçĕм çиçтернĕн ялт! чалтăртаттарса çутрĕ те Виталий пĕтĕм пырĕ тĕпĕпе хаяррăн, çилĕллĕн кăшкăрса ячĕ:
— Тăр, Бонапарт! — вăл харлаттаракан вырăн патне чупса пычĕ те утиялне чашăл! сирсе пăрахрĕ. — Сӳтĕк! Тумлан хăвăртрах! Çитрĕ сан тасалмалли вăхăт!..
Вырăн çине тĕсесерех пăхрĕ те йĕкĕт пĕр саманта шанк! хытнă пек пулчĕ. Турăçăм! Бонапартпа унăн амăшĕ ыталаннă та шарлантараççĕ кăна ыйха. Ним намăс-симĕсе те чухламаççĕ.
Туйнипе, сиенипе çеç мар, куçăнах курсан кунашкаллине, вĕсемшĕн пĕтсе-çухалса, йăлт тарăхса, кăвакарса кайрĕ Виталий.
— Тăр, Бонапарт! — краватьрен аяккарах сирĕлсе, пушшех те хаяртараххăн кăшкăрчĕ йĕкĕт. — Тăр, калаçмаллисем пур ман санпа! Ирсĕр! Иксĕмĕр пĕрре хĕрӳллĕ кăна калаçар-ха...
Ăнсăрт саспа çуйханнăран вăшăл-вăшăл тăрса ларчĕ Хвеччис. Тӳрех нимĕнех те тавçăрса илеймерĕ-ха çĕркаç çуттинĕ аванах хыпса тултарнă хĕрарăм. Ăнланманнăн куçне-пуçне чăмăрĕпе тăрмаларĕ, пӳрнипе тăнлавне кăтăртаттарчĕ, хыçкаланчĕ. Пӳрт варринче кам тăнине курсан, тытăнчĕ асар-писерленсе çӳрекен ывăлне пăсăрлантарма:
— Эс, мĕн, анкă-минкĕ, тăну-купташку арпашăнмарĕ пуль те сан? Çӳретĕн çĕр хута лăстăртатса, çывăрас ыйха татса. Çитмен пĕр кăрмахвунне чарнипе, ак, тепри... Пыр, çутта сӳнтер те уттар йывăç пӳрте. Ан алхас. Хă, урмăш ача... — ури вĕçнелле сирпĕннĕ утиялне хăй çинелле туртса илчĕ те каллех Бонапарт хыçне тĕшĕрĕлчĕ Хвеччис — Пыр, пыр, ула курак пек ан каркалан урай варринче. Ĕçеесӳ, çиессӳ килет-тĕк, ав, ĕçмелли-çимелли те юнашарах, сĕтел тулли. Мĕн чухлĕ хырăмна кĕрет — пехле, иш, кăна, — тутлăн, канăçлăн анасласа, тĕшĕрĕлнĕскер, кăшт чавсаланса çĕкленчĕ. — Чим-ха, пар-ха мана та пĕр черккине тултарса. Тем, çăвар ăш-чикки веç кушăхланса çитнĕ... Ав çав хаяррине, коньякне...
— Ах, анне! — ураран-ура пускаласа, куçĕпе кравать еннелле чăтăмсăррăн тирĕнчĕ Виталий. — Атя, эсĕ те тăр! Пултараймастăп сире иксĕре те ку килте чăтма. Мăшкăл! Е паянах, халех, çак самантрах тухса сирчĕнет çак этем пирĕн килтен, е... пĕлместĕп, мĕн туса хуратăп эпĕ ăна тепĕр авăкран. Сĕтĕрĕнчĕксем! Юххасем!
Ывăлĕ ӳсĕрпе-хĕрĕнкĕпе мар, чăнласах урăм-сурăм шухăш тытнине уйласан (тен, мур шайласа пĕтерет-и, ӳсĕр-пӳсĕрĕпех те-и?), туххăмрах шăлт-шалт анса тăчĕ Хвеччис аялти кĕпи вĕççĕнех. Тытрĕ те Виталие аллинчен пӳртрен кăларса яма, вăйпах алăк патнелле сĕтĕрме-сулăнтарма тапратрĕ.
— Парам ак сана «сĕтĕрĕнчĕксем, юххасем»! Ху кам-ха эсĕ, пылчăк! Пĕлмест тетĕн пуль те, пĕлетĕп эп, ала хăлха, Иван Гаврилович хĕрĕпе, çĕвек тута-Нинăпа эс мĕнсем хăтланса çӳренисене. Çыртасчĕ луччĕ шăлна шатăрт. Хă, сывлăш вĕрсе кĕртнипех мечĕк пек хăпарать-им çĕвек тута-Нина хырăмĕ, э? Кăрмахвун! — темĕн чул сĕтĕрес-сулăнтарас тесе кĕрмешсессĕн те сĕтĕреймест, сулăнтараймасть вăйпитти этеме Хвеччис. — «Сĕтĕрĕнчĕксем, юххасем!» Аçу пулать вĕт вăл сан, тăнкки, чăн-чăн аçу! Нимуй та ĕнтĕ, эх!
Хиркеленчĕ-хиркеленчĕ, карт туртăнчĕ те Виталий — амăшĕ чăрмавĕнчен вашт! çăлăнса тухрĕ. Ялт! çĕклерĕ тенкеле уринчен.
— Атте тет-ха тата! Атте мар вăл, йытă! Эрех хырăмĕ! — Иван Гавриловичăн сивĕнсе те ĕлкĕреймен йĕплĕ сăмаххисене халь Бонапарт пуçĕ çине тӳпемиех чӳшкĕнтерчĕ тарăхнă-тăвăлнă каччă. — Тăр, улпут! Çитет тĕклĕ тӳшек çинче ыр курма! Министр! Ярап пуçу урлă тенкелпе!
Хвеччис каллех ывăлĕ тавра хĕвĕнет. Лăплантарасшăн ăна вăл, тăна кĕртесшĕн.
— Ывăлăм, Виттюк, чарăн-ха ĕнтĕ, чарăн, этем эретлĕ пул. Мĕн ухмаххи çыртрĕ, ара, сана паян? Вăт, асра çук çĕрти асар-писер. Эх, тупрăмăр та иккен хамăр валли инкер-синкер.. Пыр-ха, пыр, каçса çывăр йывăç пӳрте. Вутпа алхасатăн, ывăлăм, вутпа. Тăнла! — пăскăртăкпа пултарайманнине ӳпкевпе ăнăçтарма хĕрĕнчĕ курăнать Хвеччис. — Асту! Аçу та, Бонапарт, йăваш çынах мар, кăра. Лăплан та, эппин, каçса вырт йывăç пӳрте. Ыттине, шутсăр сăмахлассăвах килсен, ирпе, ирпе, Виттюкăм. Ну, пыр-ха, эппин, пыр, ну! Э-эх! Сана та çав, ăса кĕмен ухмантее!
— Аха, эс апла-и-ха, çара çерçи! Лĕкĕ! Час яртарт-тарап сана тенкелпе! — паçăртанпах амăшĕпе ывăлĕ хушшинчи уççа-хуппа куç уçмасăр тăнласа выртаканскер, лешĕ, шĕвĕрри, çапанах тесе хастарланса кравать умне капламлансан, çиçĕмле хăвăртлăхпа вĕлт çеç сиксе тăрса, Виталие кăкăрĕнчен çулса та тытрĕ Бонапарт. — Кирĕк!
Хвеччиса, Виталие тенкел йăтнă хулĕнчен уртăннăскере, аяккалла сирчĕ вăл:
— Пичĕке! Хăвăн çуруна та чарма пултараймастăн.Пăрăн-ха эсĕ кĕтессерех!.. Тăн кĕртсе илем эпĕ ăна, вĕçкĕне!..
— Яр, çĕлен! — Бонапарта сылтăм аллинчи тенкелĕпе çурăмĕнчен шаплаттарма хатĕрленчĕ йĕкĕт.- — Бандит! Килсĕр йытă! Тасал пирĕн килтен! Мăшкăлтăк!
Виталие сылтăм хулĕнчен шарт! çапрĕ те Бонапарт, тенкел, чул муклашкилле, çатлатса-чикеленсе, чутах Хвеччиса пырса тăрăслаттаратчĕ.
— Мемхме! Уйранпа çĕрулми тăнкками нумайрах çиес пулать сан, хăмпă! — Виталие урайне тăсса ӳкерме тĕпĕртетет Бонапарт. — Аннӳ хырăмĕнчех çĕртмелле пулнă та сана, тăрпалтай!
Хвеччие пĕрре Бонапарт тавра, тепре Виталий тавра ăшталана-ăшталана çаврăнать. Хăйĕн, аялти кĕпи вĕççĕнехекерĕн, çӳçĕ-пуçĕ тăрмаланчăк, сăнĕ-пичĕ ним тума пĕлменчĕк.
— Ашшĕ, ывăлĕ! Панапарт! Виттюк! — ăнлă сăмаха итлеттересшĕн вăл вĕсене. — Чарăнăр-ха, тархасшăн! Ылтăнăмсем! Кăвакарчăнăмсем! Çитет ĕнтĕ урлă-пирлĕ урмăшса, мирлешĕр!
— Кĕсре! — çиллессĕн тĕртсе ярать Хвеччиса Бонапарт. — Çуратса панă тĕнчене ывăл! Ывăл мар — анчăк! А-ăх, тĕрме тунсăхлать те уншăн хытă! Вĕлтĕр-вĕлтĕр!
Урай варринче çаврăнса-пĕтĕрĕнсе, акатуйĕнчи кĕрешӳçĕсем евĕр пĕр-пĕрне çавăрса çапма сыхласа, çиеле тухма ĕмĕтленсе, ĕçме-çиме юлашкисемлĕ сĕтел патнелле чакса-чакса пычĕç те вĕсем — Виталий хĕрринерех ларакан сăра тултарнă стаккана яп! ярса тытрĕ те чаш! сапрĕ Бонапарта питрен.
Персе амантнă упалла «мы-ы-ы» мĕкĕрттерсе ячĕ Бонапарт. Йӳçек сăра ыраттаракан куçне лап! хупрĕ те вăл, пĕтĕм вăйĕпе, кĕлеткипе Виталие тĕртсе-тайăлтарса лекнĕ сĕтел сармине туртнипе, ĕçми-çими çĕре кĕмсĕртетсе-лашлатса анчĕ.
— Лĕкĕ! Кирĕк! Сăттана! Пыршу-пакартуна куммалла санăнне! Тĕлсĕр чун! — шăлне шатăртаттарса Виталие хăй айне тăлпаласа чикме мекĕрленнĕ хушăрах хăрах аллипе, урайĕнче тем ухтарчĕ Бонапарт. — Пакăç! Пĕтех, çуралма пӳрмен çумкурăк!
Талпăнчĕ-талпăнчĕ, тертленчĕ-тертленчĕ те Виталий палт! сирсе пăрахрĕ Бонапарта хăй çинчен. Тӳпелемĕшне тата, антăхтармалăх, кăкăрĕнчен вирлĕн кăна чышкипе тăрăнтарчĕ. Тăма, хăпма, пăрăнма çеç тĕв тунăччĕ йĕкĕт йăваннă тĕлтен, лешĕ, антăхманни, шăл çав самантра ялт! ыткăнчĕ те Виталий еннелле темĕн вĕçлекипе ăна яшт! тутарчĕ хырăмĕнчен.
«Çĕçĕ! — хăвăрт тавçăрса илчĕ тăруках лĕпсĕрлепнĕ каччă. — Çынвĕлерен!»
Çĕкленме, чавсаланма, тĕревленме тăрăшса пăхрĕ Виталий — кĕрешсе ахаль, те хал нумай çухатнăран — пултараймарĕ. Хуллен-хуллен урайне тĕшĕрĕлчĕ. Сасартăках касса-касса ыратакан вырăна алă лаппипе сисĕмлесе хыпаларĕ: «Юн!» Вĕри те çыпçăнчăк шĕвек тăлт-тăлт-тăлт тĕкрĕ унăн алă тупанне...
— Йытă! — çĕççине сĕтел айне персе, ĕçме-çимене урипе лапчăтса-лăчăртаттарса тĕк тӳшек çине лаш! кайса выртрĕ Бонапарт. — Йытă! Манпа тупăшма-ха, Бонапартпа! Тĕрме тымарĕпе! Тĕлĕк!.. Тавай эрех, Хвеччис!.. Ăш кĕрлеттерсе çунать! Хăвăрт!.. Кĕсре!..
Хвеччис, темиçе минут тăршшинчех мĕн курнипе, йăтăнса-синкерленниле чунĕ-кĕлеткине йăлт хавшатса чуллантарнăскер, нимĕн те ăнланайманнăн пĕрре Виталий енне, тепре Бонапарт енне, мăйне пăра-пăра, куçне-пуçне тĕлсĕрлетрĕ-тĕлсĕрлетрĕ те, тепĕрçемĕн, сирсе сирĕлми инкек пуç тăрне лашлатмаллипех лашлатнине ăнлансан, ерĕшки хушăвне чĕптĕм те хăлхине чикмесĕр (тăрана пĕлми карланкă!), çекĕлти кĕрĕкне вашт! вĕçертсе, тухтăр патне килне пĕтсе те хыпăнса тухса чупрĕ.
8
Пуш уйăхĕн пуçламăш кунĕсем. Çанталăк, ырă кăмăл-хавалпа вăраннă этем евĕр, шутсăр евĕк. Тепĕр темиçе эрнеренех кĕрлеттерсе пăхма хатĕрленекен хĕвел хăйĕн çĕнĕ, хавхалануллă çутине юрпа хĕвĕннĕ тавралăх çине ăшшăн-ăшшăн, тарават сапалать. Çил лĕм те çук. Йывăçсен çап-çара тăррисем, çурхи хĕпĕртӳпе çав тери пысăк-пысăк шухăша путнăн, тăп. Сивĕпе-шартламапа, çил-тăманпа алхаснă, кăраланнă тĕнче, сиснĕн кунашкал тăнăçлăх нумая пымасса, сис-чĕвлĕ, чăнк хăлхаллă. Хĕвел ăшшине ăшĕсене илнĕ мĕнпур чĕрĕ чун питĕ-питĕ киленĕçлĕ, питĕ-питĕ хыпăнчăк.
Хаваслă, çĕкленӳллĕ пур çĕрте те. Масар çинче çеç тăвăнчăк.
Сывпуллашу саманчĕ. Дина та, пырса, амăшĕн пурнăç паллисĕр лăр пек çамкине пăшăрханчăк тутипе сĕртĕнчĕ. Матви те куçне куççуль тĕтри карса илнĕ шатăр хуйхăллă. Матви, Кĕçенипе яланлăхах куçа-куçăн уйрăлса, шăртлă пичĕпе унăн шуранка питне, ăшран тухакан суйхăллă вĕри сывлăшпа кушăрханă-çуркаланнă тутипе арăмĕн юн тарнă, кĕл тĕсĕленнĕ тутине савса, юратса хыпаларĕ, чуптурĕ. Чĕрене хĕртнĕ пăшатăн вĕçĕле тирнĕн шак! шак! шак! тумлама тытăнчĕ ăсла тăна тупăк кĕтессисене пăта хыççăн пăта çапса кĕртекен мăлатук сасси, Кĕçение пуçĕ таранах шурă пӳспе витсе вырттарсан. Шак! Шак! Шак!..
Чăлт шурă юр курăмлăхĕнче сарă тăмлăн, пуçа шăнăçмайнăн курăнакан шеллевсĕр шăтăк. Урлă, антариччен лартма, икĕ лум пăрахнă. Хирĕçре, çын тăман енче, шалчаласа тăратнă тăватă-пилĕк кĕреçе.
Вĕренпе мар, антарасса та алшăлли вĕççĕнех антарчĕç тупăка. Икĕ енчен кашни алшăллинчен (виçĕ вăрăм алшăлли) икшерĕн-икшерĕн тытрĕç те шăтăка хуллен-хуллен яра-яра пычĕç. Тупăк шăтăк тĕлне тăнк! перĕнсен, Матви ăна кирлĕ майлă меллештерсе вырнаçтарчĕ, хăпарсан, ывăç тăприне те хăех пуçласа пăрахрĕ.
Кӳп! Кӳп! Тĕпĕрр! пыра-пыра çапăнать шăн тăпра ăвăс хăмаран ăсталанă тупăк хуппине. Тăнк! Тăнк! сула-сула тăрăнтарать темĕскер çивĕччи тăнлава. Арçынсен аллисенчи кĕреçесем хĕç евĕр вашт! вашт! вашт! вылянаççĕ куç умĕнче.
Тулать, питĕрĕнет шăтăк хăвăрт-хăйăрт. Тĕмескеленет, курпунланать Кĕçенин ĕмĕрлĕх, вĕçĕмлĕх килĕ.
Тăварлă, ĕсĕклӳллĕ вилтăпри. Никоновсен пĕтĕм тăван-пĕтенĕ кунта. Кӳрши-арши те. Динăпа йăмăкĕсен юлташĕсем те, шкулта пĕрле вĕренекенсем, шăтăк тавра хурлăн пуçтарăннă. Пурин сăнĕ-питĕнче те — сирсен сирĕлми хуйхă, чарсан чарăнайми лӳшкенесле куççуль. Дина та, йăмăкĕсем те татăлса йĕреççĕ, Елькка та шăпăр-шăпăр куççульне тутăрĕ вĕçĕпе шăла-шăла илет. Никам та хурланманни çук масар лаптăкĕнче. Вилĕм шалкăмĕ кашнинех хуçа-хуçа хăварнă. Çăва çине пухăннисене пĕрне те шухăшлаттармасăр иртмен вăл. Хăшĕ-хăшĕ, Кĕçение чат çывăххисем, шатăрах лачăртатса пĕкĕрĕлнĕ; хăшĕ-хăшĕ, чат çывăхах маррисем, тен, капла кăна мар инкеке те чăтса ирттернисем, чăтаççĕ-ха, ӳссе-ӳссе пыракан кĕмсĕркке тĕмескене тинкерĕннĕ те — хурлă-хурлă хĕв шухăшĕсене путнă. Путмасăр! Шухăшламасăр! Ара, вилĕмĕ ытла т.а ир килсе хупăрланăскер-çке, ниçталла мар таçталласкер. Уппĕн-теппĕнскер! Нумай-нумай, татах та татах юп курса пурăнмалли этеме кӳп! çеç такăнтарса ӳкернĕскер.
Матви — чĕмсĕр. Йĕмест вăл. Ĕнтĕ Кĕçенин хăтăлма май çук чирĕ пирки куляна-куляна, ĕсĕклес ĕсĕклевĕ те унăн тахçан-тахçанах хытнă пуль ăшĕнче? Хытнă пуль те тăрать пуль, арçын кăкăрне нимĕнпе те пулăшма май çуккăн пĕçертсе, тĕлкĕшме пăрахми кăварпа вĕтелентерсе? Матви арăмĕн ури вĕçне тимĕр хĕрес лартать, ан тӳнтĕр тесе, тавралли тăприне таптать, хытарать. Хĕресĕ ларсан, ун тавра татах та тăпра купалать. Çĕр шайĕнчен мăкăрăлса тăрăхланать, лаптакланать вил-тăпри.
Вĕçленет кутăнла ĕç. Вилтăпри хĕррисене те тикĕслесе, тирпейлесе пĕтерчĕç, хумалли тăприне хурса, муклашка-катрама сĕвентере-сĕвентере, тăррине кулала-купала тухрĕç. Картаран катăлса ӳкнĕ ытарайми тăванне хăйсем пурăннă-сывланă чухне картарах хăварма, асрах тытма асăнса, пухăннă йыш вĕсенчен тухман йăлапа вилтăпри тавра, инçене-инçене ăсалакан кайăк хур картилле, хуллен-хуллен шума-çаврăнма тытăнчĕ. Тăршшĕ — виçĕ çавра, тăршшĕ — вĕçсĕрлĕх: «Çаврăн ĕмĕр-ĕмĕрех пирĕнпе пĕрле, саншăн ку хăвăнсăр юлашки çаврăм пулин те, манмăпăр эпир сана нихăçан та. Сывă пул, хаклă тăванăмăр. Çĕр чăмăрĕпе хурăнташлăн ĕмĕр-ĕмĕрех çаврăн та çаврăн хĕвеле май...»
Халăх, чĕррисем вĕçĕм тумалли пăтăрмаха вĕçлесе, масар çинчен салхуллăн, кичеммĕн саланать.
— Аппав, аппав, — Динăна аллинчен пырса уртăнать те пĕчĕкçĕ Маринка, — аннене мĕншĕн çĕр айне чавса чикрĕç, пирĕнпе киле пымасть-им вăл? — тет, тем начара, тӳрлетес тесен те тӳрлетме май çука сиссе.
Маринкăна Елькка пырса çупăрлать.
— Атя-ха, хĕрĕм, атя. Аннӳн вăхăчĕ çук пулĕ-ха пирĕнпе пыма. Ак, пăртак выртать те вăл канса, пырать, — çурма тăлăх чуна йăпатма, тĕрев кӳме хыпăнать суйхăллă хĕрарăм. — Эс, Дина, юлас тетĕн-и ĕнтĕ кăшт? — хĕрĕн ыттисемпе утма кăмăлĕ çуккине уйласа ыйтать вăл. — Сĕтел хушшине ларма ĕлкĕр вара. Йăлине тăвас пулать, асăнăпăр. Шăтăк чавакансем, йăтма пулăшакансем мунча кĕрсе тухсан. Эсĕ халь асли, кил хуçи хĕрарăмĕ вырăнĕнче, аннӳ вырăнĕнче... Ну, эпир каяр-ха. Атя, Маринка, юлар мар ушкăнран...
Çĕр çумĕнчен ытлашши çӳлех хăпма ĕлкĕреймен хĕвел, ав, хăйĕн йăлтăркка çутине те тĕссĕрлетме ĕлкĕрнĕ. Кăнтăр тĕлĕнче çиçсе, хăпартланса пăхаканскер, халĕ вăл палăрмаллах ĕшенчĕклĕ, йăмăх хĕрлĕллĕ. Ахăр, çанталăк пăсăласса, тăман (çавăрттарса тухасса-тăр? Амăшĕ!
Пур япалан та пуçламăшĕ те вĕçĕ эсĕ, варри те малашĕ... Тĕнче тытăмĕ.
Хурлă вилтăпри. Хĕреcсем çеç палăракан юр витпĕ тип-тикĕс çăва çинчи хун-хуран курăнакан вĕр-çĕнĕ тĕмеске.
Амăшĕн çамки сивви те кайса пĕтмен-ха Дина çумĕнчен. Хăрушă та витĕр чăнлăхлăскер вăл — çуçентерет, пăчăртать хĕрĕн ăсне-тăнне.
Мĕнпе, мĕнле вăй-сисĕмпе хăй халлĕнех хăварма, нимĕнле манăçлăх та тивмесле астуса пурăнма пулаять-ши çав саманта?
Туйнă ĕнтĕ амăшĕ, чухланă сывлас юлашки сехечĕсем çитсе пынине. Килтисене пурне те хăй тавра пуçтарчĕ тăватăмкун каç, Ельккана чĕнтерчĕ.
«Матви, ачасем, эсир те — Дина, Наташа, Василисса, Клавдия, Маринка, Елькка кума, эсĕ те... — терĕ амăшĕ илтĕнмелле те марах вăйсăр сассипе. — Пил сире... Вилетĕп... Шаннăччĕ ураланасса — пулмарĕ. Килĕштерсе, пĕрне-пĕри итлесе пурăнăр. Тăвансене ан манăр... Елькка кума, ан пăрах ачамсене... Матви, ан ятла, ӳстерсе пĕтереймерĕм ачам-пăчама, пулăшаймарăм сана...»
Урăх нимĕн те калаймарĕ амăшĕ, куçне уçнипех маччаналла тĕллесе темиçе сехет выртрĕ-выртрĕ те çапла, туртăша-туртăша сывлама тытăнсан, ир енне ланк! пуçне ячĕ — вилчĕ, мăнтарăн, лăпланчĕ сур çула яхăн тертленнĕ-асапланнă этем ĕмĕрлĕхех.
Çуркуннене, çутă вăййи тапранасса кĕтетчĕ амăшĕ. Ашă сĕт ĕçсе самайланасса, çĕнĕрен утса-кулса çӳрессе ĕмĕтленетчĕ.
Иртнĕ эрнере ĕни те пушанчĕ, ав, тына пăру туса пачĕ.Ĕмĕтленене, кĕнĕ хапхаран ним шанчăксăрах каялла кăларса ярасси тенĕрен, пурăнас кунĕсем ĕне ырри те тутантарса кăтартрĕç амашне. Ячĕ кăна пулчĕ ĕнтĕ тутаннин те. Икĕ кашăк пек хыпса пăхрĕ те вăл сĕтеклĕ апата — хыççăн сĕнсен те çисĕмерĕ: йышăнмарĕ хавшаса çитнĕ вар-хырăм ĕмĕтленнĕ сăя...
Астăвать-ха Дина: тăватă çул çурă каялла, кĕркуннепе, асламăшĕ шăнса чирлесе çĕре кĕрсен, икĕ эрне патнеллех хĕреснамăшĕ килĕнче выртса-тăрса пурăннăччĕ вăл. Пытарма та кайманччĕ асламăшне. Асламăшĕ «тытасран» (ача сехĕрленĕвĕ мар-и, ара) шутсăр шикленсе-антăраса хăшкăлнăччĕ пĕр вăхăта. «Мĕншĕн çынсене ĕмĕр-ĕмĕр пурăнмалла туман? Мĕншĕн эсĕ пĕлекен, хытă-хытă юратакан çыпсенех виле-виле выртмалла? Çук-им вара çут тĕнчен урăхла тума ниепле май та», — асламăш вилĕмĕ чĕрине шартарса, çатăрласа асанлаптарнăччĕ Динăна çавăн чух. Пĕрремĕш хут вăл çавăн чухне çут тĕнчере хăйсем виçелссе хуни кăна мар, тата унтан та хăватлăраххи, никама та итлеменни-пăхăнманни, нĕрсĕр аркату пуррине ăнланчĕ, ăшне илчĕ. Ярăнса ӳсекен хĕрачан пĕтем чунне-хевтине тĕпретрĕ-чăлхантарчĕ çак вилĕм. Хăçан-хăçан такам-такам та çав шырлан умне çитсе тăмаллине пуç тавра каялла-маялла хӳтерсе пăхрĕ те — шутсăр салхуланчĕ, шутсăр кичемленчĕ... Амăшĕ пырса ӳкĕтлесен, ачашласа йăпатанçи тусан тин таврăннăччĕ Дина тăван килне. «Хĕрĕм, кай, ан ăссăрлан-ха, асаннӳ «тытать»-и? Епле юрататчĕ те хăвна? Йĕкрешсем пекчĕ вĕт иксĕр, çӳпçипе хупăлчиччĕ... Эх, эсĕ те çав! Юратакан çынран хăраççĕ-и ăна? Хăвна утьăкка сиктерсе, тяппа-тяппа утма вĕрентнĕ асаннӳнтен? Вăт, чăх чĕри!..» — тенĕччĕ амăшĕ çамрăклах пур пăрăнчăка та йывăра йышăнмалла маррине, йывăра йышăнсан та чăтмалла иккенне систерсе... Вараран-вара, чăн та, иксĕлнĕ, катăлнă пек пулнăччĕ асламăшĕн сăнарĕ хĕр-ача ăсĕ-тăнĕнчен. Иксĕлне, катăлнă пек пулнăччĕ те хăнăхнă сăнар — Дина шура, сарлака хут тупнăччĕ, аллине кăранташ тытнăччĕ. Сăнӳкерчĕксене пахаласа мар, ăшĕ-чиккинчи сисĕм-туйăмпа ӳкерме тытăннăччĕ вăл асламăш портретне. Уроксем хыççăн пĕр каç, икĕ каç, виçĕ каç, тăватă каç тăрмашнăччĕ Дина унпа. Тăрмашнăччĕ-тăрмашнăччĕ те, никама кăтартмасăрах, чăл та пар таткала-таткала тăкнăччĕ çав хута. Вара каллех тертленме, асламăш сăнарне хут çинче чĕртсе тăратма пушшех те харсăртараххăн тапăннăччĕ... Çук, кăларайманччĕ шурă хут çине асламăш сăнарне Дина. Темле халиччен пач курман-илтмен карчăк сăнĕ-пичĕ евĕрле муталана-муталана тухатчĕ вăл тăрăшни. Ăсрă, чунра ӳкерчĕкленни, куç умĕнче тăраканни, çук, пус-кас — тухаймастчĕ, çип çапнă пек лап! çапăнаймастчĕ шурă хут çине тĕп-тĕрĕсси... Кайран-кайранах çеç, ку яхăналла, ăнлана-тăнлана пуçларĕ кирлĕрен те кирлĕ пĕр ăшхыппие Дина: тар тăкмасăр, пуçăпас ĕçĕн пуçламăшне, варри-хĕррине чухлаймасăр нимĕмле путлĕ япала та ăсталама май çук иккен пурăнан пурнăçра. Вĕренмелле, çине тăрса вĕренмелле иккен мĕн вĕренес тенине малтан, картне-ĕренкине хурăмлама хăнăхмалла иккен.Хыççăн вара — майне-шывне кӳме килпетленсен... Ӳкерчĕ-ӳкерчех ӳкерме ĕмĕтленнĕ ӳкерчĕке Дина, лайăх-и, начар-и те — санларĕ-сăнларех асламăш сăнарне шурă хут çине. Тӳррипе, каснă лартнĕ ун сăнарĕ пулса тухаймарĕ-ха вăл, ватă хĕрарăм, чăваш хĕрарăмĕн сăнарĕ евĕрлĕ калăпланчĕ темелле чылай-мылай шухăшласа, ăша ватса çӳрени... Укăлча. Укăлчаран хирелле кăшт хăпнă та пĕр утмăл-çитмĕлсенчи карчăк, туйи çине тĕренсе, таçталла, инçене-инçене, çĕрпе пĕлĕт пĕрлешнĕ çĕрелле, ĕшенчĕклĕн тинкерет. Часах — ака. Унта-кунта, çырма хĕвĕнчĕкĕсенче, лăстăкăн-лăстăкăн юр куписем курăнаççĕ. Хĕвел шарлантарса пăхать. Тавралăх симпылланма хатĕрленет, хĕл каçа хулăн çивитти-кĕрт айĕнче тĕлĕрнĕ тăпра тутă-тутă пĕрчĕ акăнасса кĕтет...
Ку ӳкерчĕке, «Хура тăпра» ятла хашак ăшне хупса, тĕпеле, стена çумне, чӳрече тăрнех çакса янă-ха Никонавсен килĕнче...
Амăшĕ!..
Шелсĕр, хĕрхенӳсĕр вилĕм! Ир тăм тивнĕ, ир тăкăннă çеçке!
Вăхăтсăр, пăвăртуллă хуйхă!
Чулран никĕс ярса, пилĕк стеналлă çĕнĕ пӳрте кĕрсе тăрăст-тăрăст пурăнма патварланчĕ амăшĕ.
Акă ĕнтĕ, кур та — чĕрӳне тимĕр кăшăлпа пăркăчла: никĕсĕ-пури те, урайĕ-маччи те йăлт ак çак капламран, сарă-хура тăпраран.
Хурлă, куççуллĕ вилтăпри. Амăшĕн яланлăх килĕ, пӳрчĕ.
Ырра çеç, шанчăка çаç телейленетчĕ амăшĕ. Ыррин те, шанчăкĕн те çулĕ-йĕрĕ, ав, кунта килсе такăнчĕ иккен: пурăнас çынран юлнă пĕртен-пĕр мăкăрăлчăк, тĕмеске.
Шухăшлать Дина. Хуйхăпа хуçăлса авăннăран, шухăшлас мар-шухăшлас мар тенĕ çĕртенех шухăшлать.
Амăшĕ!..
Хытса, тĕлĕнсе йăванса каймалли çутă тĕнче!
Епле питлĕ-куçлă, епле сасăллă-кĕлеткеллĕ килетчĕ-ши Дина çакă çутă тĕнчене амăшĕ пулман пулсан? Е, ку амăшĕ мар, амăшĕ вырăнне пачах та урăх хĕрарăм пулнă-тăккин? Калăпăр, сăмахран, Елькка хреснамăшĕ пулсан? Ашшĕпе амăшĕ Çĕпĕрĕн-Иркутскăн паллашайман-тăк, тен, çут тĕнче çутипе киленме те пӳрейменччĕ ăна? Çӳреетчĕ пуль ĕнтĕ вăл çуралайман чунĕпе тавçăрма та, ăс çитерме те пултарайман пĕр-пĕр пушăлăхра? Тен, çӳреместчĕ те апла-капла? Ăçтан пулайтăр-ха çуралайман чунăн ăнĕ-тăнĕ?.. Çапла, тĕлĕ-йĕрĕпе ăнланаймасть пулин те ку вăрттăплăха Дина, çакна вара тĕшмĕртет-тĕшмĕртетех хĕр: çут тĕнчере мĕн чĕрĕ — çав япалан çеç чунĕ пур; ыратать-и унăн вулли-кĕлетки, туять-и вăл сивве-шăрăха — çав çеç кун çутине сисĕмлеме, чăнлăхлама пултарать: ытти — хăть пусахла, хăть вăйрат мимене хĕреслĕ-пирлĕ — чĕрĕ чун хăтлантарăшĕ анчах, шухăш вĕçевĕ, кăмăл çуначĕ. Çут тĕнчене çуралнă, кун çутипе ытлăхланнă чĕрĕ чунăн çеç чунĕ пур. Çут тĕнче пур, эппин, хĕвел пур, аслă-аслă кун çути пур...
Амăшĕ!..
Иртĕ-и уйăх хыççăн уйăх, çулталăк хыççăн çулталăк, кунтах юп курĕ-и Дина, малалла ăс пухма аякка-аякка тухса кайĕ-и — пурпĕрех нихăçан-нихăçан та манмĕ хĕр тăван амăшне, вĕçĕм-вĕçĕмех унăн сăлайлă ăшăнчăкĕне ăшăнĕ, тараватлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе хавхаланĕ. Памĕ хăвăрт-хăвăрт улшăнса пыракан кун черетне тăван амăшĕн тăванран та тăван сăнарне тĕссĕрлетме. Чи-чи хаклă, салатма-сапалама юраман пурлăха упранă, сыхланă евĕр, ялан-яланах упрĕ ăна, сыхлĕ.
Мĕншĕн-и?
Мĕншĕн тесен пур япалан та пуçламăшĕ, вăл, амăшĕ, пур япалан та варри, тытăмĕ.
Кăвак тӳпе, çак йăмăх-йăмăх хĕвел, ӳпкене кал-кал сăрхăнса кĕрекен тăрă-тăрă сывлăш — йăлт-йăлт амăшĕ вăл.
Çак ял, çак униче, çак анлă-анлă уй-хир — амăшĕ вăл.
Çук-тăк, тĕнчене килмен-тĕк пуçламăшĕ — эппин, варри те, тăсăмĕ те çук унăн, малашĕ те.
Юрăсен юрри, эппин, вăл, амăшĕ, тымарсен тымарĕ.. Ĕмĕрсен ĕмĕчĕ, шанчăксен шанчăкĕ, эппин...
Эппин, тайма пуç сана юрăсен юрри, тымарсен тымарĕ, сăвап та чыс сана, ĕмĕрсен ĕмĕчĕ, шанчăксен шанчăкĕ!..
Хĕрес çумне çыпăçтарнă шурă шăвăç татăкĕ çинче виçĕ сăмах, темиçе цифра. Никонова Ксения Николаевна. Çав çулхи çав уйăхăн çав числинче çуралнă, çав çулхи çав уйăхăн çав числинче вилнĕ, тесе çырса хунă унта.
Амăшĕ!..
Мĕн ватăлса пĕкĕрĕлсе çут тĕнчерен çухалас сехечĕ çитичченех тăван амăшĕ пек тӳрĕ чунлă та ырă чĕреллĕ çын пулма тăрăшĕ Дина, икĕ алла тытакан пĕр ĕçе ир те, каç та танлăн та типтерлĕн туса пыма хавхаланĕ. Ямĕ ашшĕ-амăшĕн вашават ятне.
«Канлĕ çывăр, ытарайми аннем. Çиллентернĕ, тарăх-тарнă та пуль кас-кас, каçар ĕнтĕ вĕтĕр-шакăра. Айван пулнă, чухлайман аннемĕрсене упрамалла иккенне. Ан вăрç. Ан ятла. Шутсăр юрататтăмăр эпир сана. Халĕ те калама çук хытă юрататпăр. Улĕм те юратăпăр. Кĕçĕннисем те сĕм-сĕмеккех мар, ӳстерĕпĕр-ха йышпа-мирпе. Ан пăшăрхан... Эсĕ пире ав асăн, аннеçĕм-анне. Эпир сана, ачусем, çутăлсан та, каç ансан та çĕр хӳттине, асăнсах тăрăпăр. Манмăпăр эс пире чун панине. Канлĕ вырт, лăпкă çывăр, ытарайми аннемĕр. Килсех тăрăпăр кунта. Пăрахмăпăр вилтăлруна. Савăпăр сана ĕмĕр-ĕмĕрех...» — ĕнтĕ пĕр кун, икĕ кун, виçĕ кун кăна мар, тахçан-тахçанах туятчĕ чухлатчĕ пулин те амăшĕ сывалаймаслах чирленине, инкекĕ çапах та ăнсăрт çил-тăвăлла шатăрт! килсе ӳпленчĕ те Никонавсен килйышĕ çине — Дина, ку таранччен теме, асама, кĕтсе шанăçланнăскер, тăрук лĕштĕрр! арканса йăшрĕ çак тĕлли-паллисĕр вăхăтра. «Мĕншĕн? Мĕншĕн? Мĕншĕн?» — пĕрехмай тăлпаларĕ хĕр шухăш-хевтине çак вилĕм. Унччен, амăшĕ чĕрĕ чухне уçă, янк пуçĕ Динăн пытаруллă çак виçĕ кун хушшинче пĕрехмай темĕн хыттипе, тăвăррипе тулчĕ те тулчĕ. Ывăнтарчĕ ăна çав темĕн хытти те тăвăрри, ĕшентерчĕ ахаль те самайранпа ĕшенчĕкленнĕ хал-сулăмне, пăвăртрĕ пушшех те кансĕрленнĕ шухăшне. Халĕ, ак, йывăр тиенĕ лав тăвайккине хăпарса çитсе лачăрах лашлатса аннăн, ĕнтĕ ку асаплă лава хăй текех нимĕнле те пулăшма пултарайманнăн, хĕв шухăшне пăшăрхантарса тăчĕ-тăчĕ те пусăрăнчăк Дина тăвăнчăк вилтăпри кутĕнче, ир çĕре кĕрсе выртнă амăшĕпе те, хăйĕнчен яланлăхах писнĕ-ютшăннă темĕнпе те сывпуллашса, вăйран пуçĕпех шĕлтĕркесе, масар лаптăкĕнчен ыттисем паçăрах такăрлатнă йĕрпе ун тулашне тухрĕ те укăлча халхи еннелле авкаланакан сукмак çинелле шанчăклăн пăрăнчĕ...
Тепĕртакран вăл, укăлча хапхинчен кĕрсе, аслă урама тухрĕ. Анат Сăрмăшпа Тури, Сăрмăш сыпăнчăкĕ патне çитерехпе Дина хирĕç килекен Нинăна асăрхарĕ. Хăрах аллипе ачине йăтнă Нина, тепĕр аллипе — çыхă. Иккĕшĕ те вĕсем, нумайранпа курнăçман-сăмахламанскерсем, вĕлт сывлăх сунса вашлаттарса иртмерĕç пĕр-пĕрин çумĕпе, сăнпа сăн улшăнăвне пахаласа çывхарчĕç-çывхарчĕç те тăл! чарăнса тăчĕç умпа ум.
— Аван-и? — Нинăран маларах сăмах хушма ĕлкĕрчĕ Дина.
— Аванах-ха, — терĕ Нина ялти яланхи йăлапа, хĕр хуравне тавăрса. «Ху епле-ха? Çӳретне?» — тесе ыйтасшăнччĕ те вăл — ыйтмарĕ: ахалех, тĕпчевлĕн сĕкĕнмесĕрех паллă вĕт-ха Динăн ку яхăнти хуйхи-асапĕ — амăшĕ çĕре кĕнĕ-çке унăн, амăшĕ. — Пыраймарăм... Аннӳне, Кĕçени аппана, пытарма та пыраймарăм. Ан çиллен ĕнтĕ, çак ачапа тĕрмешсех... — терĕ вара йĕрмĕшме пикеннĕ ачине сисĕнкĕсĕр йăс-йăс силлесе.
— Мĕн тăвас тен, пытартăмăр çав... — хашш! Сывласа ячĕ хĕр, тути çуркаланчăкĕсене вĕри сывлăшĕпе пĕçертсе. — ... Илтнĕччĕ. Кӳр-ха, кăтарт-хă ачуна. Ывăл-и, хĕр-и? — Нина çумнех пырса тăчĕ Дина.
— Ывăл. Виталий, — ачин питне хупăрланă витĕнкĕçне кăлт! сирчĕ Нина. — Çиет. Нумай çывăрать. Тулăклă, — хăй савăнăçне пытарма хал çитереймесĕр йăл-йăл ăшăтса илчĕ вăл питне-тутине.
— Виталиех. Каснă-лартнă ашшех, — пепкен сăмси-çăварне, çамкине юратса пăхса ача амăшне пушшех те хĕпĕртеттерчĕ хĕр. — Хăйне куркалатăн-и хăть, ашшĕне? Илтсеччĕ-ха пульницаран тухнă тенине...
— Ан та асăн-ха вăл вĕлтĕр-вĕлтĕре. Чутах пуçне çимен вĕт. Вăт, ăссăр! — Нинăн самантлăха хĕвел шевлиленнĕ куллине туххăмрах сулхăн хупăрласа хучĕ. — Çавăншăн çунсах, асаплансах... Вилет, чĕрĕлеймест, çын пулаймасть пуль тесе, мĕн чул ăша вăркаттармарăм-ши пульницара? Пĕр енчен, пĕр савăнăç — ача, тепĕр енчен, тепĕр хуйхă — ку... — сасси, халь-халь сӳнеселе-пăчланасла, куççулленсе-куççулленсе пычĕ-пычĕ те унăн, сӳнсе-пăчланса, тикĕсленсе пĕтем тенĕ çĕртех сасартăк тăнк! хытрĕ. — Çӳретĕрех, йăнкăлтаттăрах хăй мĕнле пĕлнĕ çапла. Эп, хыççăн хăваласа, ятăма ямастăпах урăх. Пурнăп-ха пĕр пурнăçа епле те пулин. Устерĕп-ха пĕр ачама çынсен ачисенчен катăках мар. Чăтăп-ха, чăтма пӳрнĕскер. Парăнмăп... — «чăрмантаратăп та çав хам нушам-хушампа, ан вăрç, ан ятла ĕнтĕ, ырă этемĕм», тенĕн, ӳкĕнĕçлĕн телейсĕрленчĕ Нина, Динăна тӳррĕн, сăпайлăн пăхса. — Дина, каçар, сан умăнта мĕнпе те пулин айăплă-тăк?.. Çавă ĕнтĕ ман, çиччĕ виçсе пĕрре касманскерĕн...
— Эй, асăнмана калаçатăн эсĕ, Нина? Эсĕ ман умăмра айăплă-и? — Нинăна чавсинченех сĕртĕнчĕ Дина. — Сăмахлатăн та! Тапратмалăх та çук вĕт вăл! Унăн кăмăлĕ тесе... — шухăш çиллине хăш еннелле сӳтесле, авăклăха чĕнмесĕр тăчĕ хĕр, — Улшăнтăм эпĕ, Нина, ку хушăра. Çав тери, шутсăр, каласа, тăнлантарса лараймиех улшăнтăм... Каяс, çухалас килет пек таçта. Тăвăр, ансăр пек пĕле тăран çынсем хушшинче... — шухăшлас шухăш çиппине каллех тепĕр авăка ленк! ячĕ Дина. — Ман чĕптĕм ăйăпăм таçук сан умăнта, Нина. Каçар, ман пирки мĕн те пулин начаррине шухăшланă тăк. Чăнне калатăп. Хамах пĕр-пĕр чух чарсах калаçасшăнччĕ те санпа ăна-кăна. Ак, тĕлнех... Мĕн-и, ачине те пĕртте курасшăн мар-и вара вăл?
Çыххине, самаях халап ярса хăшкăлнипе йывăрланнăран, тепĕр аллине куçарма хăтланса пăхрĕ Нина.
— Кӳр-ха çĕклемне кунта, — хирĕçленине шута картмасăрах, çыхха хапăл-хапăл çавăрса тытрĕ Дина. — Тăрап çав хам та йăнкăртатса. Пулăшмалла-мĕн паçăрах...
— И-и, мĕн кансĕрри унта, — пурпĕрех çыххи çăмăлах маррине палăртасшăн пулмарĕ Нина. — Ара, ача япалисем çеç унта, кипкисем-мĕнсем. Тăраттăмччĕ-ха тăнă халлĕнех, тем марччĕ...
— Юрĕ-çке, юрĕ, — çыххине хăй аллинчех хăварчĕхĕр. Унтан, хирĕç тăракана тĕсесе, тин кăна тĕвĕлентернĕ ыйтăвне малаллах йăлмакласа кайрĕ. — Вăт, тăнланман этем! Тепри-тĕк, ывăл ача çуралнă тесе, савăнса, лупас тăрринчен хăпарса сикет ĕнтĕ. Ку пур, алапаш, — ачаллă хĕрарăмăн нуши-тертне чухламаншăн мăн Виталие хăтăранçи те туса илчĕ Дина. — Ман ĕç марта-ха хушша-хуппа кĕме, çапах та... Чим-ха, чим, курам-ха эпĕ ăна, ак, пĕрре, курай. Йăлт каласа, шарлантарса тăкап. Тек кайăр сăмахсемпе перкелешсе çӳретчĕ-ха атту...
— И-и, эс алла калатăн-ха, — хăйне тӳпемиех хур тунă çынна хӳтĕленçи, шелленçи пулчĕ Нина. — Ача пирки шухăшлама терĕ-ха... Юрать-ха, хăй чĕрĕ юлнă. Лешĕ, Бонапарчĕ, тепле вилмеллех тăрăнтарайман. Кăшт çеç лектереймен, тет, чĕрине. Лектернĕ-тĕккин-и?.. Ой, ăсласа пăхма тахăрушă... Пулман-и эс вĕсен сутĕнче?
— Çук, пулман, — терĕ хĕр, Нинăн кас-кас кăра та,кас-кас ăшă-ăшă кăмăлне тăнласа. — Ерĕçейменччĕ-няк...
— Ахалех ерĕçеймен, — темĕн шутсăр хытса, шанкйăванса каймалли каласа кăтартасла куçне-пуçне сасартăк янк! тĕлĕнĕçлетрĕ Нина. — Вăт тамаша-тăк тамаша! Итле-ха эсĕ, Дина, итле! Вĕт чисти пĕсмĕлле! Лешĕ, Бонапарчĕ, иккен Виталин чăн-чăн ашшĕ. Унччен те уçăла-уçăла хупăнатчĕ çав ял çăварĕ. Судра йăлт кала татăк çавна Бонапарт. Ирсĕр чун. Ывăлне, Виталие те, шăл çавăншăнах тĕп тăвасшăн пулнă иккен вăл: чун илтерес темене хăйĕнчен чун илнĕшĕн... Вăт пыр та калаç ĕнтĕ халь, пĕсмĕлле!.. Бонапарчĕ вăл, ие хутлатманĕ, унччен икĕ-виçĕ уйăх маларах çеç тĕрмерен хăтăлса тухнă пулнă-мĕн. Вăхăчĕ тулнипе. Какăрса, ĕçсе-çисе реххетленме вара — тахçанхи ерĕшки Хвеччис патне шатăртаттарса килнĕ. Çынçиен. Кайрĕ ĕнтĕ халь каллех тепĕр ăстрăм кирпĕч шутлама. Тĕсĕ! «Уйрăлатăп, пурăнмастăп тек кунашкал арăмпа», — тесе, кĕвелĕкленсе çӳрет, тет, Бурчăка Кулийĕ халь. Вăт мыскара! Вăт аптрашки! — кăвар ăшне чикнĕ тимĕрле хĕрчĕ-хĕрчĕ те Нина, хăй хĕрĕвĕпе хăех пăчăхнăн, лапах сулчăлатрĕ пăтăр-пăтăр калаçăвне. — Эппин, ман тĕпренчĕкĕн аслашшĕ пулать ĕнтĕ çав ирсĕр? Тамаша-а!.. Çавăн юнĕ чупать пулать, эппин, ман ачамра? Мăн Виталийĕ епле-тĕр те, пĕчĕк Виталие эпĕ вĕсемешкел пăхса ӳстерместĕп-ӳстерместĕпех. Кăра, кăра та — хăйне çеç мала хуракан çын мĕнле çын вăл тата! Çын мар вăл ун пек çын — çĕçĕ!.. — Ан та кала ĕнтĕ, — Нинăна итленĕ май тем шухăша кайнă пек пулчĕ Дина. — Илтнĕччĕ-ха эп судрисем пирки те... Вăт сана ме, Хвеччис аппа. Пыл чĕлхе! Кам шутланă ăна унашкал тесе. Вăт, аркатрĕ ĕнтĕ килйышне те хăех. Эх, Виталийĕ те, тĕпленме пĕлмен тĕпек!.. Телейĕ пăрахман курăнать-ха ăна ку хутĕнче те. Машинăпа та сирпĕнчĕ, ,халĕ те, — Виталин çав каçри пăтăрмахĕшĕн хăйне те самаях айăплăн туять Дина. Калĕччĕ, тăнлантарса парĕччĕ вăл Нинăна çав каç Виталипе хăй кăрарах, сивлекрех пулнине, Динăсен хапхи умĕнче йĕкĕт харкашса, çапăçса, чышкăпа хăмсарăшса çӳренине — анчах та мĕншĕн? Нинăн ахаль те ыратман кунĕ иртмен чĕрине пушшех те çивчĕрех çĕçĕпе чашлаттарма-и? Пусахласа ыйтсан та! Шанать, ĕненет Дина: Виталипе Нина, акă, иккĕшин хушшинчи тирĕк-кашăка шăкăртаттара-шăкăртаттара хăшкăлсан, чăмăртанĕç-чăмăртанĕçех пĕр чăмăра, пĕрлешĕç-пĕрлешеçех пĕр çемьене. Мĕншĕн-и? Мĕншĕн тесен туять, сисет хĕр чĕри: вĕсем иккĕшĕ, Нинăпа Виталий, пĕр-пĕрин сывлăшĕшĕн çуралнă; ку аптрашкилле вăхăт та вĕсемшĕн — самантлăх уксахлу кăна, йăлт иртсе çухалмалли кăптăрмăш. Çавăнпа апла-капла тапратас та темерĕ Дина. Тапратас, каласа чарас-тăк çав каçри пăтăрмаха — каллех усăсăр пăшăрхану Нинăшăн, каллех чун асапланăвĕ, ытлашши куççуль уншăн. — Нина... — йăпатасла тинкерсе пăхрĕ ун çине хĕр. — Нина... Эс шутсăрах ан хуçăл. Ачу пур сан халь, чун килтермĕшӳ... Каларĕ тесе калăн, майлашăнса каять, ак, курăн. Хăех пырса пуççапĕ-ха, ак, Виталий. Унăн та чунĕ чул мар-тăр, пĕлеп. Пăтрашăнса, чĕринчи хывăха алласа çӳрĕ-çӳрĕ те — таврăнĕ, ак, сан патнах... Кĕтме çеç чăтăмна ан çухат, çирĕп пул...
— Темĕн, — хĕр каяла хавхалантарнипе тăрук аванмарланса кайрĕ Нина. (Дина, ахăр, Нинăн шăп та лăп вăрттăн ĕмĕтне пахаларĕ-тĕр.) — Те йĕркене кĕрсех пĕтейĕ ĕнтĕ вăл? Ытла та, вĕри этем те вăл.
— Кĕрет. Кĕретех. Шан, — Дина кăшт шухăшласа тăчĕ. — Юратать вăл сана, Нина. Тен, çавăнпах тĕлли-паллисĕрленет те. Ан вăрç эсĕ ăна. Курăн: таврăнатех вăл сан пата, таврăнатех, — ĕнентĕр, сăмах вылятни вырăнне ан карттăр, тесе, уçăлсах пуплешрĕ хĕр. — Манпирки вара — чĕптăм ан хуйхан. Виталий санăн вăл, Нина, пуçĕпех санăн. Аптăравланатăр та пăртак — йăлт этем эретлĕ пулать. Курăн, ак. Шан...
— И-и-и, тăтăмăр та халап хăтартлантарса, — пичĕ çинчи тĕмпĕл-тĕмпĕле пытарасла, вăраха тăсăлнă калаçăва васкаварах пĕтерсе хума хыпăнчĕ Нина. — И-и-и, чутласан — турпас, калаçсан — сăмах, теççĕ те — мĕн ĕнтĕ, Дина, каларăм-çке: çук, çӳреместĕпех ун хыççăн хăваласа, ятăма ямастăпах урăх. Мĕн, ача пăхса çитĕнтерейми хĕрарăм-и эп? Икĕ çыннна тăрантмалăх ĕçлесе илме пултарайман этем-и? Пурăнăпăр-ха, Виталий куçĕнченех кайса йăлăнмăпăр. Çапла вĕт, пепкемçĕм, çапла-и? — те ыйхи тĕлĕшне, те чĕркемре чылай вăхăт выртнипе кăмăлсăрланнăн сасартăк хыттăн сас панă ачине сăлкара сиктернĕ евĕр «и-и-и, и-и-и» тесе, тăрăшсах кĕвĕллĕн сиктерме тытăнчĕ Нина. — Çиччас, пепкемçĕм, çиччас. Хырăму та выçрĕ пуль, мăнтарăн. Çиччас, пепкемçĕм, çиччас. Çитетпĕр те, ак, Мукуç мучи патне...
— Кӳр-ха, çитерсех хăварам, — аллинчи çĕклемĕпе Нина утас еннелле сулăмланчĕ Дина та. — Пĕччене сана ахаль те.... Эс... фермаллаччĕ пуль?
«Каласан лайăх-ши, каламасан самайтарах-ши», — тенĕн, темле ырăмаррăн туртăшкаласа илчĕ те Нина, тем тери пытарас тесессĕн те хыпарĕ пурпĕр палкаса тухасса пĕле тăркач, каларĕ-каларех мĕн каламаллине уçăмлăн.
— Ат, мĕн-ха çав, Дина... Мукуç мучи патне пуçтарăнсаччĕ-ха эпир, — сасси пурпĕрех тытăнчăклă тухрĕ ача амăшĕн. — Эпир... хамăрах, хамăр тĕллĕнех. Дина... Ан чăрман. Юнашарах вĕт, ав, пӳрчĕ те курăнать кунтан... — чĕтренсе-чĕтренсе пычĕ те сасси ун, пĕчĕк Виталин утиялĕ çине пăт-пăт-пăт тумлама тытăнчĕ куçĕнчен куççуль. — Ах, Дина... Аттерен тăван пуçăмпа та атте кăмăлне лараймарăм вĕт. Ир те, каç та тăкăлтарать хаяр кăмăлĕпе. Çак нимĕн те чухламан Виталие килĕштермест. Хăртать те хăртать ăна «вĕлтренкайăк», тесе. Хама та хуса кăларса ярассипе шăмарать. «Çĕртрĕн ырă ятăмăра, пĕтертĕн», — тет. «У териех мĕн асапланмалли, куç хам патăма, пурăнкалăпăр, ачине те пăхма пулăшăп», — терĕ те Мукуç мучи — тапранса тухрăмăр-ха, ак, куратăн...
— Епле-ха вара апла? — Нинăран илтнипе шак! тĕлĕнчĕ Дина. — Аннӳ те сăмах хушса чĕнеймерĕ-и вара? Ытла та этемле мар-çке-ха капла, пирĕн вăхăтри чухнехилле мар? Калăн — пĕр-пĕр Тăхтаман...
— Юрĕ ĕнтĕ, халь мĕн калаçмалли пур ун пирки. Шухăшланă — тунă. Пурăнса пăхам-ха хам тĕллĕн кăшт, — калаçтарма темĕн чăрмантарнăн, йăвашшăн «ăххăм» турĕ Нина. — Анне те килкелесе тăрĕ-ха хушăран. Йăмăкăм та пĕчĕк Виталишĕн каçсах кайнă. Урокĕсем вĕçленсен, вăл та ача пăхассинчен пăрăнасах çук. Хальхăть хам ларатăп та-ха ывăлăмпа... И-и-и, аре, хăçан çăмăлли пулнă ĕнтĕ вăл пирĕн тĕле — пурăннăçем пурнăç ĕренкине чухласа пырăпăр, ара. Ия...
— Вăт тĕлĕнтермĕш-тĕк тĕлĕнтермĕш! — пĕвĕ тăрăх аллисене ласт! усăнтарчĕ Дина. — Эп, пур, ухмаххи, калаçтарап, калаçтарап сана. Ферма каять тесе эп сана... Атя-ха, атя, пулăшам. Хапха умне хăть çитерсе хăварам...
Аннă çулпă тăвалла ӳсĕмлемех тăчĕ те Дина — Нина ӳсĕмлеттермерĕ ăна, каласа чарчĕ:
— И-и-и, ан чăрман-ха эсĕ, Дина, ан чăрман. Хамăрах эпир, хамăрах... Ав, сăмах çинех, Мукуç мучи те кунталла килет. Пыратпăр тенĕскер, кĕтрĕ-кĕтрĕ пулĕ те тухрĕ пулĕ ĕнтĕ хирĕç. Эревет чун... Ну, кĕрсе тух, эппин, пĕр-пĕр ерĕçнĕ тĕлсенче... Кĕтетĕп...
Дина çыххине Нинăна тыттарчĕ.
— Юрать. Пырăп-ха, ак, пĕрре-пĕрре. Калаçса лармалла! Ху та тепĕр чух пирĕн умпа вашлаттарсах ан ирт. Кĕрсе тух. Яланах хапăл сана, — тесе пăхса юлчĕ вара хĕр вăтанăçлă та именĕçлĕ, çав вăхăтрах хăй телейне шалт! çирĕп шанакан Нинăна хыçран. Калаçрĕте, ак, унпа халь Дина — ăшне темĕн ырри, аванниейĕвленсе сăрхăнса кĕчĕ хĕрĕнне. Нина, Нина, Нина... Мĕн чухлĕ хĕн-терт, куççуль курмарĕ-ши ĕнтĕ вăл хăйĕн çирĕмри çамрăк ĕмĕрĕнче? Ӳсессе те хаяр ашшĕ тăлне йăкăлтăккин-йăкăлтăккин ӳсменекер, ӳссе пăве кĕрсессĕн те, ак, — кулянăç çине кулянăç, эрлĕк çине эрлĕк. Вăйăн-вăйăн текерлĕк тейĕн ăна, пĕр шутласан. Вĕçет, вĕçет, вăл пурнăç уйĕ çийĕн телей шыраса, макăрать, макăрать вăл, пӳрнĕ савăнăçне йыхăрса. Чăтать çамрăк çын, ырă-сывă лартса ӳстернĕ ешĕл-ешĕл пахчи умне шăпчăк пырса юрă янраттарасса ĕненет. Шанать шанчăкпа упранă малаша...
Анăçалла тайăлнă кун тĕттăмленнĕçемĕн тĕттĕмленсе пычĕ. Каçхи çăралсах çитмен сĕм хăй еккипе хуллен-хуллен пĕтĕм тавралăха хупăрларĕ. Урам тĕтре евĕр çăмăл-çăмăл ĕнтрĕкпе витĕнчĕ. Чӳречесем, калаçса татăлнă пек, пăр-пĕрин еннелле вăльт-вальт салам ăсатма тытăнчĕç: килрен килех çутă çутса ячăç.
Те нимпе пусарас тесессĕн те пусăрăнман кăмăлĕ Нинăпа калаçса пушшех те вăркама пуçăннăран, тăнă вырăнтан пĕртте Çуткасалла пăрăнасси килмерĕ Динăн. Пĕччен пуласси, хăй шухăшĕпе хăй варшăнасси килчĕ унăн ку самантра, кĕçĕр. Хĕр пуçĕ — çилсĕр çилармань, хуйхă çилĕпе ваш та ваш çаврăнать унăн çунатти — суйхă капламĕ. Ласт та ласт пусăрăнтарать ăна яш терт. Эх, пурăнăç! Тăрлавсăртан та тăрлавсăр вĕлтĕрен иккен эсĕ, йӳçĕрен те йӳçĕ ват! Мĕншĕн-ха санра чат тутли, чат пылакки кăна мар? Мĕншĕн-ха эсĕ вĕçĕм-вĕçĕхмех питъен кăна мар, хыçъен те? Мĕншĕн-ха сăну-питӳнте санăн йăлтăр-йăлтăр кулăпа хутăшах пат-пат-пат куççуль? Хăç лек çивчĕ-çке эсĕ, тинĕс пекех тăварлă. Пулас-тăк, тупас-тăк май — хĕвел питтинче юп куракан кашни-кашни чĕрĕ чунах телейлĕ тăвĕччĕ Дина. Куççуль, хуйхă мар, савăнăç çеç валеçсе тухнă пулĕччĕ вăл кашнине-кашнине. Ĕмĕр-ĕмĕр пурăнтармалла тăвăччĕ вăл çут тăнче çутипе киленекен пур-пур этеме те. Чи малтанах, паллах, чунтан-вартан юратакан амăшĕ валли туса парĕччĕ вăл кунашкал ырлăха, ăна вăрăм-вăрăм ĕмĕр пиллĕччĕ...
Амăшĕ!..
Çук ĕнтĕ вăл текех пĕле тăран çынсем хушшинче. Çук ĕнтĕ унăн сасси те, сывлăшĕ те. Хăй те, ир те каç ачисемшĕн хыпăнакан-çунакан аллисем те çук. Ашши çеç пур. Тĕнче кăваклăхĕ евĕр пысăк-пысăк та хĕвел кăварĕ евĕр нихăçан-нихăçан сивĕнмесле аслă-аслă ăшă. Çав ăшă, çав вышкайсăр пысăк-пысăк ăшă — пур çĕрте те, пур çĕрте те. Анат Сăрмăшпа Тури Сăрмăш хушшинчи çырма пуçĕнче тахçантанпа-тахçантанпа ларакан ак çак лаштра-лаштра йăмрара та, çутисем тулалла тапса тухнă йăлтăр-йăлтăр пӳртсемлĕ урамра та, Анат Сăрмăшпа Тури Сăрмăшра хăйĕнче те. Ăçта кăна ая пăх, хăш енлелле кăна куç ан ывăт — пур çĕрте те, пур çĕрте те, анлă-анлă, çывăх-çывăх ăшă — амăшĕн ăшши. Чуна тăван, юна хурăнташ тарават-тарават ăшă. Амăшĕ! Амăшĕ! Амăшĕ!..
Утас йӳтĕмпех хĕр аслă урамран тăвалла тапаланакан тăкăрлăка тухрĕ, тин çеç чăмăртанакан çĕнĕ каса çитрĕ, шкул картишне кĕрсе, хăйсем вĕренекен класа хăпарчĕ.
Класра çурма тĕттĕм. Урамри юпа тăрне çакса янă электричество лампочки — хунар теме те юрĕ ĕнтĕ ăна — шкул умне, виçĕ чӳрече хашакне тирпейлĕн, сулхăннăн çутатать. Ку çутă, лăпкă-лăпкă тĕлĕрӳ пек, партăçем хушшине, класс кĕтессисене сăпай-сăлай сапаланса тухнă. Хăтлă класра, тӳлек.
Амăшĕ çывăхĕнче, хуйхăллă тапхăрта кил-çурт таврашĕнче мĕн-ку тытса тумалли тупăнĕ тесе, ĕнер те, виçĕмкун та уроксене килсе курăнманччĕ Дина, тăванĕ-хурăнташĕсемпе пĕрле тĕпел кукринче, ăçта кирлĕ çавăнта кĕрмешнĕччĕ. Хушу параканĕ те, сĕнӳ итлекене те пулнăччĕ вĕсем хреснамăшĕпе иккĕшĕ. Чупнă çĕрте чупса, утнă çĕрте утса ĕçлесе, çак йывăр тиевлĕ виçĕ кун епле иртсе кайнине те пĕтĕм туйăм-пĕлтерĕшĕпех туйсах-сиссех ĕлкĕрейменччĕ-ха Дина. Туймах та, сисмех те, тĕпленсе шухăшламалăхах вăхăчĕ те тупăнсах тупăнманччĕ, ахăр, синкерлĕ вĕçе-вĕç çав юхăмра. Нуши-асапĕ йăтăнса анасса пĕле тăркачах, хăтăлас тесессĕн те унтан ниепле те хăтăлма май çуккине кура тăркачах — пурччĕ пек çак виçĕ кун тăршшинче шанчăк, асам ярт! çуталса илессе кĕтсе амаланатчĕ пек чĕре хӳттинче темĕн . (ара, кунтах, куç умĕнчех, пӳртрехчĕ вĕт-ха амăшĕн сăнĕ-пичĕ, кĕлетки; тути çинчĕн вăçерĕннĕ юлашки сыпкăм сывлăшĕ те куçкĕскине тарлаттармалăхах çывăх-çывăхчĕ, чун таврашĕнчехчĕ) — халĕ, ак, кĕчĕ те, хупăнчĕ те Дина çурма сĕмлĕхе тăр-пĕччен — унăн пуçĕ тăрне сасартăк ту чăнкăшĕнчен кĕрлесе; çĕмĕрĕлсе анакан юр катрамăсем евĕр темĕн хăрушши те темĕн сăмсĕрри хыттăн-хыттăн тăкăнма, кӳпкеме-кӳплетме тытăнчĕ. Вĕлтĕренпе вĕтеленĕн, çанçурăмĕ сăрăлтатма тапратрĕ унăн, тăнлавĕ хĕссе-хĕссе ыратма пуçăнчĕ. Шиклĕ, сехĕрлевлĕ пулса кайрĕ хĕре туххăмрах.
Учитель сĕтелĕ хушшине вырнаçса чавсаланнă Дина, тăрса, хăпăл-хапăлах çутă çутса ячĕ.
Çутă чăлт! çуталсан, кăшт чун кĕнĕн туйăнчĕ Динăна. Шикленни те йăшнăн, иксĕлнĕн палăрчĕ.
Стена çумпе таянчĕ те вăл çутă вăййи тулса ларнă ачасемсĕр класа хăюллăн сăнарĕ.
Мĕн чухлĕ савăнăç, мĕн чухлĕ шухăш çурала-çурала тĕвĕленмен-ши, сĕткенленмен-ши çакăнта? Çĕмĕрт çеçки евĕр ытамăн-ытамăн çурăлса, мĕн чухлĕ ĕмĕтхевте паркаланман-ши? Эх, вăхăт, вăхăт! Пӳлсе чарайми ыгткăнан, вирхĕнен урхамах! Кăвар сапакан, кăвар акакан кайăк! Акă, тин, ĕнер кăна пекчĕ чечек çыххи йăтса, сумка çакса, амăшĕ аллинчен тытăнса пĕрремĕш хут пĕрремĕш класа çунатланса пырса кĕни. Вĕр-çĕнĕ кĕпепеччĕ Дина, вĕр-çĕнĕ пушмаклаччĕ. Ĕнтĕ çав уявлă самантранпа вунă кун тăршши кăна мар, вунă çулталăк иртсе пырать хĕр пурнăçĕнче. Вунă çулталăк... Черетлĕ — кĕркуннепе хĕлле, çуркуннепе çулла... Ас талпăнăвĕ, ӳт-пӳ кал-калĕ йăлт-йăлт çакăнта чăмăртаннă ĕнтĕ кашнин. Юратăвĕ те, унчченрех кĕнекесенче вуласа, киносенче курса ăмсаннă, халĕ яш чĕрене пĕртте кăнăç паман, куллен вăтанупа та шанăçпа вăркаттаракан хĕмлĕ-хĕмлĕ юратăвĕ те Динăн, шăп та лăп çак шкулта, шăл та лăп çак класра юрласа-карласа хăпарчĕ. Пуçланасса та вăл йăсăл-йăсăл çумăрла мар, шатăр-шатăр аслатилле пуçланчĕ те, аçа çапса çунтарасла шалт! кĕллентерсе пăрахрĕ халиччен ун евĕрри нимĕн те тĕкĕнсе курман хĕр чĕрине. Андрей Васильевич ку шкулта ĕçлеме тытăннăранпа темиçе кун, темиçе эрне иртнĕ хушăрах пач çĕнелсе, пач расналанса кайрĕ Дина чун-чĕри. Çӳллĕ те яштакаскер, хăйне лăпкă та тивĕçлĕ тытаканскер, Андрей Васильевич таруках, сасартăках çатăрт! çатăрласа илчĕ те хĕр ăсне-тăнне — ăшĕнчи вутне темĕн чул палăртас мар тесе тапăçсассăн та — тухрĕ-тухрех çав вут палкаса. Лапсака улмуççи айĕнче иккĕшин хушшинче пулса иртнĕ хыççăн: «Ак, ак çĕр тĕпне анса çухалатăп-и е веç-веç арканса тĕпренетĕп», — тесе, ним тĕлли-паллине чухлаймасăр ларатчĕ хĕр Андрей Васильевич урокĕсенче. Вăрçатчĕ хăйне унашкал ăссăрланнăшăн, вĕренекен пуçăн туйăм-сисĕмне тытса чарма хал çитерейменшĕн хаярланатчĕ. Андрей Васильевич вара пĕртте палăртмастчĕ ăна-кăна, яланхиллех лăпкă та танлă тытатчĕ... Чутах тепĕр йăнăш туса хуратчĕ тата Дина... Ашшĕ Шупашкара амăшне илме кайнă кунсенче Елькка хĕреснамăшĕ çĕр каçкаларĕ вĕсем патĕнче. Çывăраймасăр хăшкăлнă Дина тăчĕ çавăн чухнехи пĕр каçхине, тумланчĕ, сас-чӳ тумасăр урама тухрĕ, хăпарчĕ хреснамăшĕсен хапхи умне, тĕкес терĕ хапхине... «Турăçăм! Мĕскер хăтланатăн-ха эсĕ, Дина! Тăна кĕр! — сасартăк тан-тан! ялтлатса илчĕ унăн пуçĕнче. — Тăна кĕр! Эсĕ хăвна та, ăна та пĕтеретĕн вĕт, ăссăр!» Шутсăр, шутсăр курасси килнĕччĕ хĕрĕн Андрей Васильевича çав каç, шутсăр, шутсăр калаçасси капланнăччĕ вĕрентекенпе. Ак, кĕрĕччĕ те вăл картишне, хăпарĕччĕ те картлашкапа, уçăччĕ те алкум алăкне, пӳрт алăкне, çутă çутса ярĕччĕ те — тĕлĕннĕ Андрей Васильевича «ку эпĕ, эпĕ килтĕм», тесе, сăпайлăн, вăтанăçлăн пĕлтерĕччĕ. Калĕччĕ, калĕччĕ ăна хăй хытă юратни çинчен, савĕччĕ, савĕччĕ ăна куçĕле темĕнччен. Ун урокĕсенче пуç çĕклеме те хăяйманнине — хăйĕччĕ вăл халь ытлă-ынатлă сăмахсене калама, хăйĕччĕ çав, хăйĕччĕ. Тăман пулĕччĕ шăпчăк чĕппи евĕр шăппăн-шăппăн, чĕринче пухăнса-пухăнса пынă евĕкне йăлт-йăлт кăларса хӳнă пулĕччĕ чĕлхи çине... Йăнăш! Пат! пуçне пырса çапрĕ çавăн чухне Динăнне: ара, хĕрхеннипе, йăпатас тенипе çеç хăйне хальхилле сăпай та ăнланса тытать вĕт-ха Андрей Васильевич унпа, пĕртте ăна килĕштерни-юратнипе мар. Вăхăт ирттĕр те хĕрĕн чун суранĕ тӳрлентĕр, манăçупа хуллен-хуллен витĕнсе-варăнса пытăр, тет вĕт-ха вăл, э? Юратнă-тăк, савнă-тăк Динăна кăшт та пулин, епле систермесĕрех тăрăччĕ-ши Андрей Васильевич çавна? О, çĕр йăтайми ăссăрлăх! Сирсе ывăтайми панкавлăх!.. Хăпрĕ те хĕр хапха юли çумĕнчен, такам курасран сехĕрленнĕн, килĕ еннелле вăш-ваш ярăнтарчĕ. Урисем хăйĕн — ярт-ярт, куçĕнчен куççуль — лӳç-лӳç... Хыçалти алăкпа пахчана тухса, лаштра улмуççи айне пытанса йĕчĕ-йĕчĕ вăл çавăн чухне, чылайччен-чылайччен йĕчĕ. Андрей Васильевич умне пуçласа чун кăварне ывăçласа сапнă вырăнта хӳхлерĕ-хӳхлерĕ ӳкĕнĕçленсе. Таптарĕ, вăтăрчĕ, тăпăлтарчĕ хăй чĕринчи Андрей Васильевич йышăнман юрату тымарне. Тăпăлтарчĕ-тăпăлтарчĕ те, çук, пурпĕрех тĕпĕ-йĕрĕпе тăпăлтарса пĕтереймерĕ вăл ку тымара. Ку тымар, ав, унăн пĕтĕм ăсне-тăнне, шухăшлас шухăшне сăрса илнĕ иккен сăрса илмеллипех, йăлт-йăлт Андрей Васильевич сăнарĕпе кĕççеленнĕ... Халь тин кĕркуннехи евĕрех вĕри те шăтăр-шатăрах мар ĕнтĕ Дина, кăшт лăпланăçлă та тем ăнкаравлă. Эрлĕклĕ тата, пушанчăк кăмăллă. Уншăн халь Андрей Васильевич — Динăра пысăк-пысăк туйăм вăратнă çын, çав туйăма хаклама, ăна упрама вĕренсе çитмеллине ĕнентерекен, татах та татах сума сумалли çын. Ан тив, Динăшăн мар, теприншĕн арасланнă пултăр учитель юратăвĕ-хевти, анчах та хăйне юратма чараймасть-чараймастех вăл Динăна. Юратать Андрей Васильевича Дина, аякри-аякри çăлтăр енне тинкернĕн, ытарайми пăхать, пăхать ăна... Класс!.. Вунă çулталăк!.. Иртет вăхăт, иртет, çип çăмхи пек çăмхаланать те çăмхаланать пысăк-пысăк çăмхана. Куçпа пахаламалли пуçламăшĕ те, вĕçĕ те çук ку çăмхан, варри çеç пур унăн. Куçпа курса, чунпа туйса тăракан варри. Иртнипе малашлăхăн пĕр картламĕ. Çут тĕнчен çутă-çутă сасси... Дина вăхăчĕ те çакă. Çак Çуткас урамĕ, çак тӳпе, çак сывлăш. Ни аллă çул каялла та, ни аллă çул малалла та килме пӳрмен ăна çак хаяр та хăй кăмăлне çеç уякан хăтлăха. Паян, çак самантра, пурăнса ирттернĕ çак вунçичĕ çул тăршшинче патварланать те ĕнтĕ хĕрĕн ăстăнĕ, кĕлетки, çулăмланать те ĕнтĕ чĕри, ĕмĕчĕ. Мĕн тума килчĕ пулать-ха Дина, эппин, Çуткас тӳпи айне паян? Эппин, ăçта-ши Дина пурнăçĕн çынсем хушшинчи пĕлтерĕшĕ? Çĕнетме, чиперлетме килчĕ-ши вăл. пурăнан пурнăçа е çĕнни, чиперри хӳттинче йăшаланма, йăмшакланма кăна?.. Ĕнтĕ, ав, лайăх, тăнк! çăмхаланма тытăннă çирĕп çипех умлă-хыçлах икĕ тĕлтен шарт! татăлса кăтартрĕ-ха. Амăшĕ те пăрахса кайрĕ, ав, Çуткас çутине яланлăхах, хăй те, Дина, вутлă юрату вучĕпе сасартăк антăхса, сисĕмлĕ чĕрине сасартăк кĕллентерсе пăхрĕ... Класс!.. Вунă çулталăк!..
Глобус!..
Алăк çывăхĕнче тăраканскер, тĕпелте, сылтăмра, ларакан глобус патне васкамасăр пычĕ те хĕр ăна аллин пĕтĕм сулăмĕпе вăр-р! çавăрса ячĕ. Мăн чăмăр лаптăкне вырнаçнă типçĕрсемпе шыв капламĕсем пурте лĕр харăс вĕл-вĕл-вĕл çаврăнма тытăнчĕç. Вĕçет Çĕр чăмăрĕ, хăй тĕнĕлĕ тавра вăр-вăр-вăр ыткăнать. Эппин, Дина та ыткăнать çак Çĕр чăмăрĕпе ытамлăн, çак Типĕçĕрсемпĕ, шыв капламĕсемпĕ мăн кустăрмапа пĕрле? Çапла, çапла! Дина çак мăн кустăрман пĕр шăлĕ, ун çаврăмне ăккарса ун çаврăмĕпе маттурланаканĕ. Ăнкарайнă чухлĕ ăнкараять пулин те, кас-кас пуçне шăнăçтарса çитерейместех çак аслăран та аслă тĕнче тытăмне Дина. Ăçта, хăш тĕлте унăн вĕçĕ-хĕрри, урлăшĕ-тăршшĕ? Мĕн тума чăмăртаннă вăл çак аслăран та аслă тĕнче, кам, валли, кам ятне? Хĕвел тухать, хĕвел анать — кун килет, кун каять — çĕр çаврăнать. Ĕмĕр-ĕмĕр, татти-сыпписĕр çапла — хĕвел, кун-çĕр, сывлăш. Çак кăвак-кăвак планета çинче вара — Дина пур, Анат Сăрмăшпа Тури Сăрмăш ялĕ. Андрей Васильевич... Енчен те çак Çĕр чăмăрĕ пĕтес-тĕк, çĕтес-тĕк тăнчах куç анинчен? Куç ани те, пурнăç та пулас мар-тăк çĕр çинче? Пĕтĕмпех арканса-ванса тĕпренес-тĕк е шăнса-пăрланса ларас-тăк?.. Сасартăк хăрушă-хăрушă, сивĕ-сивĕ пулса каять Динăна. Енчен те, чăн та, Дина та, Андрей Васильевич та пулаяс мар-тăк çут тĕнчере? Ытти пĕле тăран та, çуралнă килĕ те, амăшĕн юр витме те ĕлкĕреймен вилтăприйĕ те? Ашшĕ те, Елькка хреснамăшĕ те, пĕринчен тепри вашават йăмăкĕсем те?..
Хăлтăрт-хăлтăрт, лĕпсĕр-р çаврăнма тытăннă глобуса тепĕр хут пĕтĕм вăйран вăрр! пĕтĕрсе ячĕ Дина.
Глобус çине тинкерекен хĕр куçĕнчен хăй сисмесĕрех пăт-пăт-пăт тумлама пикенчĕ куççуль...
Алăк сассăр уçăлчĕ те, класа Андрей Васильевич кĕрсе тăчĕ.
Кĕнĕ-кĕменех асăрхаймарĕ те ăна алăк енне çурăмпа тăракан Дина, лешĕ тимлĕхлĕн икĕ хутчен ăххăм, ăххăм! ӳсĕркелесе илсен, çынни еннелле варт! çаврăнчĕ те хĕр куçне-пуçне тĕлĕнĕçлĕн чăлтăртаттарса пăрахрĕ: «Андрей Васильевич?!»
Çĕлĕкле, пальтопа Андрей Васильеввч. Аллинче — пысăках мар портфель. Уринче — хĕллехи ботинка. Самаях çуран танккама тивни палăрать учитель тыткаларăшĕнче. Сăнĕ унăн ĕшенчĕк, сулхăн.
— Шупашкартан таврăнатăп. Урасем юлмарĕç. Пăрăнчăкран çуран, ярса пуспа, — хăйпе хăй калаçса малалла иртрĕ Андрей Васильевич, тенкел çине пырса ларчĕ. — Ырая — вырсарни. Харам хăпарса çӳресси терĕм. Тетрадьсем, тĕрĕслемеллисем, пурччĕ те — çавсене кĕрсе илтĕм. Пăхатăп — вуннăмĕш класс чӳречисенчен тулалла çутă ӳкет. Сӳнтермесĕр хăварнă-ши, тетĕп, е... — «е» хыççăнхи шухăшне ӳсĕмлетрĕ учитель, глобус çывăхĕнче тăп хытнă Дина еннелле çаврăнса пăхрĕ. — Эс тем çăмăллаччĕ ĕнтĕ çĕр хута, Дина? — вăл тĕсесерех пăхрĕ те хĕре, тăрса, ун патнелле хыпаланчĕ. — Э-э, лӳшкетсех çумăрне çутаратăн-çке эс? Мĕн пулчĕ, Дина?.. Мĕншĕн нимĕн те шарламастăн?..
Хĕре çурăмĕнчен çупăрларĕ те Андрей Васильевич ăна пӳлĕм варринелле сулăнтарчĕ.
— Атя-ха, лар-ха, лар парта хушшине. Каласа кăтарт: мĕн-ха унта сан, мĕн пăшăрхантарать?
Дина учитель кăкăрĕ çумне пуçне сĕвентерчĕ те сасăпах ĕсĕклеме тытăнчĕ:
— Анне вилсе кайрĕ пирĕн... Пытартăмăр паян, хулпуççийĕсене тăр-тăр-тăр чĕтрентерчĕ хĕр. — Эсир тăватăмкунтанпах Шупашкарта... Виçĕмкун ирпе куçне хупрĕ анне... Чăтаймарĕ урăх... Хăвăр енне çитсе килтĕр, Авдрей... Васильевич?.. Эпĕ сире çав тери кĕтрĕм, кĕтрĕм... — куççульпе йĕпеннĕ питне Дина хуллен-хулленçӳлелле çĕклерĕ, куç хăрпăкĕсенче чĕркĕмĕл пек йăл тăртатакан çутă-çутă тумламсем витĕр вăл шутсăр савса, юратса пăхрĕ учителе. — йывăр мана, Андрей Васильевич, питĕ, питĕ йывăр...
Андрей Васильевич хĕр питçăмартийĕсем тăрăх йăрăлтатса анакан пĕчĕк-пĕчĕк куççуль пĕрчисене тултан кĕнипе ăшăнмах ĕлкĕреймен пӳрнисемпе хӳтере-хӳтере типĕтрĕ.
— Апла эппин-ха... — ĕсĕклекен этеме нимпе йăпатма сăмах çитереймерĕ вĕрентекен. — Лăплан-ха, Дина, лăплан. Халь тин макăрнипе пулăшаймăн ĕнтĕ аннӳне. Ан хуçăлха утериех. Чăтăмлă пул. Пĕрре макăрса ирттер те — чăт... Хам эп чиперех çитсе килтĕм Шупашкарне, чиперех..
— Ан хуçăл, чăт, — куçне чăмăрĕпе перĕни-перĕнмисăтăра-сăтăра ĕсĕклеме пăрахнăçем пăрахса пычĕ Дина. — Хам та мĕнпур вăй çитнĕ таран тăрăшатăп та-ха. Мĕн-çке... Ак, куртăм та сире, Андрей Васильевич, илтрĕм те сассăра... — каллех пуçне учитель кăкăрĕ çумне сĕвентерчĕ хĕр. — ...Вăт, пулаççĕ те иккен çут тĕнчеретелейлĕ çынсем. Саваççĕ вĕсене, килĕштереççĕ, ăшă сăмах каласа хĕпĕртеттереççĕ... Хăшĕсене, пур, çав сăмахсене тĕмсĕлсе кĕтекенсене — хăть çурăл, хăть вакка пуçхĕрлĕ чăм — нимĕн те...
— Мĕн пирки эсĕ, Дина? — хĕр кăмăлне сисенçи çĕртенех сисменçи турĕ Андрей Васильевич.
— Мĕн пирки-и?.. — унран çур утăм пек вашт! хăпса тăчĕ Дина. — Калăттăм та!.. Пăрах эсĕ çав Шупашкартине, илтетĕн-и, пăрах! Ман эсĕ ăна яланлăхах, илтетĕн-и, ман!.. Туятăп, куратăп эпĕ витĕр: çавăншăн кайнă эсĕ Шупашкара, çавăншăн!.. Эх, Андрей Васильевич... Пĕлместĕп, мĕн тумалла ĕнтĕ манăн малалла?
— Кал-лех! — аллине пĕлтерĕшсĕррĕн ласт! сулчĕ Андрей Васильевич. — Ну-и, Дива! Шалт çеç кăларса яратăн эсĕ тăнран такама та. Чисти пуçватмăш! Ну, апла-тăк, чăн та, атя-ха, кил-ха, лар, сăмахлар вăрттăн-кĕрттĕнсĕр. Ирттерсе пăхар-ха, эппин, класри хамăрăн йăлана кĕнĕ харпăр хăй урокĕсене. Мĕнле, хирĕç мар-и эсĕ, Дина? Килĕшетĕн-и?
— Килĕшетĕн-и? — учителе тӳррĕн: пăхрĕ хĕр. — Ват, Андрей Васильевич, мĕн тума-ха вăл ялан çавнашкал? Куç хӳрипе çеç йыхăр, кăчăк çеç турт — пĕри теприншĕн тем те, тем те туса пама хатĕр; хуш, чĕн — юратнă çынни хыççăн ним шухăшласа тăмасăр çĕр варринче тухса ыткăнĕ çав этемми, чĕрине, юратăвне чĕптĕм юлмиччен кăларса тыттарĕ, тепри вара-а... Чăн та, ма вăл унашкал, Андрей Васильевич?
Хĕр, хистеттермесĕрех, варринчи ретри малти парта хушшине кĕрсе ларчĕ. Андрей Васильевич тенкелпе ăна хирĕç вырнаçрĕ.
— Ыйтăвĕ, паллах, кăсăк ыйту, шухăшламалăх та, пуçа ватмалăх та пур ун тавра, — пальто тӳмисене вĕçертсе ячĕ учитель. — Ыйтăвĕ пĕрререн пĕрре пулин те, стандарт явап пама май çук кунта. Çыннисем те эпир кашни харпăр хăй тĕрлĕ, характерĕсем те. Эпир савакан лайăхсем те пурте хамăр калăпа хĕсĕнеймеççĕ. Пĕр тĕрлĕ ыйту — пин тĕрлĕ явап. Анчах та, ман шутпа, Дина ку ыйтăва ансатрах пахалама тăрăшмалла. А вĕт ху шухăшласа пăх-ха: мĕн тума кунта çĕтĕлни, чăркăшни, кӳренви те, тепĕр тесен? Саватăн-и, юрататăн-и эсĕ çав çынна? Пĕлетĕп — саватăн, юрататăн. Уншăн тем те,тем те çепĕççине тума хыпăнатăн. Сахал-им пĕрин юратăвне тепĕри йышăнманнин тĕслĕхсем? Сахал мар. Пайтах та пайтах темелле. Анчах та кунта вăл мар-çке, вăл мар чи пахи, Дина. Эсĕ, эпĕ, тепĕри юратупа ялкăшма тытăннă. Санăн, манăн, тепĕрин чĕрине яшлăх, илемлĕх вучĕ хыпса илнĕ. Çунать-тĕк, кĕрлет-тĕк кăкăрунта юрату вут-çулăмĕ — телейлĕ вара пирĕнтенех кашни, шанăçлă. Çапла, çапла, Дина, эс хирĕçлессе те туятăп эпĕ. Юрату вăл ĕмĕр-ĕмĕрех, телейпе хутăшах, асап та. Чылайăшĕ чăтаймасть, тӳсеймест çав асапа — тăпра пекарканса тĕпренет, вĕл-вĕл çунатти унăн шатăрт хуçăлсалаплатать. Çапах та ĕнтĕ эсĕ унчченхи мар. Чечек çурчĕ санăн чĕрӳ, ăсна-кĕлеткӳне имлĕ пархатар пат-пат-пат тумласа çĕп-çĕнĕлетрĕ. Ан тив, йышăнман, тиркетĕр пултăр санăн юратăвна тепри, хăв шутсăр-шутсăр юратакан этем (ку вăл, пĕр те пĕр ăсласан, ӳкĕнмелли, выртса ӳлесе йĕмелли пăтăрмахах та мар) — пурпĕр урăх çын ĕнте эсĕ яланлăхах; эсĕ — юрататăн, эсĕ тӳпе анлăшĕпе вăй виçекен кăйкăр евĕр çӳле-çӳле ыткăнса хăпарнă, эсĕ — чĕрĕ, эсĕ — ынатлă, эсĕ — тепĕр çын валли тулăх-тулăх, чăп тулли телей хатĕрленĕ...
— Мĕнех калайăн, чаплă ĕнтĕ отвечĕ. Тĕкĕнес тесессĕн те тĕкĕнеймĕн, — паçăрах вăшăклама пăрахнă Дина алă тупанĕпе парта питне, тарăхнăн, çаврашкалата-çаврашкалата сăтăрма тытăнчĕ. — Кала та луччĕ, Андрей Васильевич, ним пытармасăр — ĕçĕ те пĕтнĕ... Куратăп, туятăп вĕт эпĕ, сисетĕп, юрататăн эсĕ ăна, хытă-хытă юрататăн. Лешĕ вара, Шупашкарти, çаврăнса та пăхмасть хăвăра. Çыру та çырмасть, вĕлтĕркке. (Ыйтрăм та — хĕреснанне каласа пачĕ.) Тупнă, çаклатнă пулĕ те пĕр-пĕр хăй пекех вĕлтĕрккине — çӳрет пулĕ-ха хула урамĕпе анатăн-тăвăн янкăлтатса. Мĕн, тĕрĕссине каламастăп-им, ма пит кулса пăхатăр?
— Тĕрĕснех калатăн, Дина, тĕрĕснех... — тути хĕррисене кăмăллăн ăшăтса пăрахрĕ Андрей Васильевич. — Анчах та кам тăвайкки шайĕнчен пăхсассăн тӳлĕк? Хăв тăвайкки шайĕнчен пăхсан, тĕрĕснех калатăн-ха эсĕ, Дина, тĕрĕснех... Да-а, пытăм та кĕрекене кĕрсе лартăм, çĕнтертĕм, паттăра тухаймарăм çав-ха унта, Дина. Чылай кансĕртерех, чылай кăткăсрах лару-тăру... Хăв та тавçăрманах мар, ав: чылай чухне пĕр енлĕн кăмăлпа кăна нимĕне те, нимĕне те вырăнтан тапратма май çук. Кĕрмешетĕн-кĕрмешетĕн, усси вара-а...
— А эсĕ, Андрей Васильевич, тыт та пуçĕпех кăларса ывăт ăна чĕрӳнтен. Ман. Пуçĕпех пăрах! — каллех, хăй хитрине палăртма хыпăнса, ялт! чĕрĕлчĕ Дина. — Сирĕнешкел ăслă, маттур, тирпейлĕ çынна та тиркет те вăл. Пурте çитсех пĕтмест пуль унăн, чăн та...
— Чĕрене хирĕç каяймастăн, Дина, — шухăшлă куçĕпе таçталла тиккерчĕ Андрей Васильевич. — Чĕре вăл хăех çулкăтартуçă. Лайăхрах çеç итлеме пĕлмелле ăна, авантарах çеç тăнлама хăнăхмалла. Тĕрĕс суйласа илнĕ-и эсĕ çулна, йăнăш-и, йӳпленĕ-и вăл малашне е çапла халлĕнех юлĕ-и, ăçта-ăçта пăрăнчăкĕ-кукрашки туха-туха тăрĕ-и — пĕтĕмпех-пĕтĕмпех курăмласа парĕ сана сисĕмлĕ чĕрӳ. Тӳрех, çула тухнă-тухманах, пур чух та систереймĕ пулин те, вăрахран-вăрахран калĕ-калех вăл сана чăннине, пĕлтерĕ-пĕлтерех тĕрĕссине... Ак, эсĕ ху та, Дина...
— Эх, Андрей Васильевич, Андрей Васильевич! — тăчĕ, алăкăн-чӳречен хутлама тытăнчĕ хĕр. — Çук, унашкал масаран тухсах хăтланакан хĕрача мар эпĕ, Андрей Васильевич. Вăт куршанак, вăт сухăр, тетĕр пулмалла та ĕнтĕ хăвăр ăшăрта — çук, йăнăшатăр. Пĕлетĕп, куратăп. Ан тунăр тульккĕш, Андрей Васильевич, ан тунăр!.. Пырса кĕтĕр эсир çак класа вашт-вашт пусса. Иртрĕр тĕпелелле. Сывлăх сунтăр. Хăвăр камне, мĕнле хисеплесе чĕнмеллине каларăр. Мĕншĕн вĕренӳ пуçламăшне çеç çитмелле пулса тухнине пĕлтертĕр. Сире кафедрăнах, институтах, хăварас тенĕ иккен те, чунăр иккен сирĕн шкулаллах туртнă. Направленине те вара Чăваш çĕрĕн аякри кĕтессине илнĕ... Урок ирттерме тытăнтăр. Вырăс литератури урокне. Ия, тепĕр вырăсран та якарах шăрантартăр пуль. Шыв пĕк юхса пычĕ калаçăвăр. Урок та темелле марччĕ-хă ăна. Калаçу, ирĕклĕ калаçу темеллеччĕ-тĕр. Ĕмĕтпе пурнăç, литературăпа этем, вăхăт çинчен хавхаланса сăмахларăр эсир. Пушкинпа Толстой, Лермонтовпа Гоголь, Тургенавпа Чехов, Некрасовпа Белинский, Есенинпа Блок тата ыттисем, тата ыттисем çиннен те нумай-нумай каларăр. Илемлĕх тĕнчипе тăванлашас тесессĕн çав тери нумай пĕлмелле иккенне сисĕмлерĕр... Пăхнă та эпир сирĕн çине — пурте хытнă... Сире пуçласа курнă-курманах тем пулса иртрĕ майпа, Андрей Васильевич. Кĕтмен-туман çĕртенех эсир маншăн учитель кăна мар, яш пурнăçăмри пач расна çын пулса тăтăр. Нихăçан та палăртас, çиеле кăларас теменччĕ эпĕ ку туйăма, ĕмĕр-ĕмĕрех унпа вăрттăн, шарламасăр ăшăнса пурăнас тесеччĕ. Йăтăнчĕ те, ав, пуçăм тăрне пăтăрмах, çитсе кĕтĕр те эсир çавăн чухне пирĕн картишне... Нивушлĕ шанчăклă çул юлташĕ пулайман пулăттăм-ши вара эпĕ сирĕншĕн, Андрей Васильевич? — пĕр кас каларĕ-каларĕ те Дина хĕрӳленсе, вĕçлемĕш сăмахне вара, кусса анмалли япалана пустуях сăрт тӳпинелле тĕке-тĕке хăшкăлнăн, лăпкăн та ĕшенчĕклĕн йăлмакласа хучĕ. — Драма. Чуна пула инкек... Çук-тăр çав ĕнтĕ, хама тивĕçлинчен пысăкраха хапсăнтăм пуль. Телей сунатăп, — терĕ те, каллех куç анине капланнă йĕпенчĕкне пытарасла, чӳрече енне çаврăнса тăчĕ.
Хĕре пӳлмесĕр тимлĕхлесе ларнă Андрей Васильевич та тăчĕ, шухăша путса, алăк патне кайса килчĕ, глобус çывăхне, Динăпа юнашар, пырса чарăнчĕ.
— Шухăшламан мар, шухăшланă эпĕ сан пирки, Дина, — хĕрĕн сулхăн иленнĕ пичĕ çине пăхса илчĕ Андрей Васильевич. — Тĕрĕссипе, чĕлхе-çăвар та хускалмалла мар сан юратăвна тиркеме. Анчах, ан вăрç, ан ятла мана, Дина, эпĕ... эпĕ урăххине юрататăп... — çапла каларĕ те Андрей Васильевич, хăй сăмахĕсен пĕлтерĕшне тăнланăн, самай вăхăта нимĕн те чĕнмерĕ. — Дина, — терĕ вара ӳсĕмлесе, — тăрăшмаллах санăн малалла вĕренме. Сăрă енĕпе пикенсе пăхмалла. Кам пĕлет, тăрăшсан, вăй хурсан, ăста художникех пулма пултарăн?.. — сылтăм аллине глобус тăррине теревленĕскер, пĕлтĕр-р пĕтĕрсе ячĕ ăна учитель. — А юрату вăл...
— Тĕ-лĕн-мел-ле! — сасартăках илтĕнсе кайрĕ вĕсенçурăмĕ хыçĕнче кушакăнни евĕр çемçе те йăпшăнчăк сасă. — Çĕрле. Класра çутă кĕрлеттерсе çунать. Технички те таçта. Шкул алăкĕ яри уçă, питĕрмен. Ни хуçи, ни хуралĕ тенĕ пек. Çăрасăр. Аптрамалла, — терĕ те Кронид Евграфович (ку çавă пулчĕ), çĕлĕкне хывса, çыпçăннă-çыпçăнман юрне алăк патне лăстăр-лăстăр силлерĕ. Çухавине алсипе сăтăркаласа тасатнă, май сывлăх сунчĕ. — Юр çăвăть лăпăстатса. Лапка-лапка юр. Йĕпе юр... Канлĕ урамра. Лăпкă. Ыйхă çеç çук, Андрей Васильевич. Ĕнтĕ виççĕмĕш каç çывăраймастăп. Чăлăм куç хупсаилетĕп те — урама. Кĕçĕр, ав, каçранах — ăш вăркать,вăркать...
Тĕпелелле иртмерĕ Кронид Евграфович, алăк çывăхĕнчех чарăнчĕ те çаврăнма пăрахман глобус еннелле куçĕпе тăрăнчĕ:
— Апла, пĕтĕретĕр-ха, эппин, çĕр чăмăрне? — тем кавленĕ чухнехилле япаххине кăмăлсăррăн хускатса, Андрей Васильевичпа Динăна шанмасăррăн пăхрĕ вăл. — Аван, аван... — калас теменнине калама тивнĕн ӳсĕркелесе те илчĕ. — Çавă ĕнтĕ яш чухне. Хăвна мĕнле кирлĕрех — унашкал та пĕтĕрсе пăхас килет ăна. Мĕн тăвăн — пурнăç. Вăл çаврăнĕ-ха, çĕр чăмăрĕ, çаврăнĕ... Эпĕ те ăна симĕсрех чухне... Ну, мĕнле, лайăхах çитсе килтĕр-и, Андрей Васильевич? Эпир ĕнтĕ пăшăрханма та пуçланăччĕ. Икĕ куна тесе кайрăр та... Улăштартăмăр вара сирĕн урокăрсене ытти уроксемпе... Кăххăм! кăххăм!..
— Май пулмарĕ вăхăтра çитме. Ĕлкĕреймерĕм, — «çĕр хута тем шăршласа çӳретĕн-ха, пĕл сана», тенĕн, хăй те, Андрей Васильевич, завуча шанмасăртарăххăн тинкерчĕ. — Эсир, Кронид Евграфович, яланах таçтан аякран, яланах тем вăлтасси-уçăмсăртараххипе... Каламалли пулсан, калăр та ăна пĕрре уççăн...
— Ну вот, каллех! — сывлăх сунма çаврăннă Динăна ури тупанĕнчен пуçласа пуç тӳпи таранах пахаласа тĕсерĕ Кронид Евграфович. — Глобус кăлтăртатнине асăрханипе çеç эпĕ, Андрей Васильевич. Эсир, ав, тӳ-ре-ех... Тунтикун, уроксем хыççăн, тытăнса юлăр-ха кăшт. Калаçмаллисем пур, — алăкăн çӳлти тăпси тĕлне сырăнса тулнă тусана пӳрнипе мăкăлт! тĕкрĕ Кронид Евграфович. — Иртет вăхăт, Андрей Васильевич, иртет. Сиккипе ĕрĕхтерет... Ыйхă килмест каç-каç, пуç ыратать...
— Юрать, кĕрĕп, — мĕн пирки калаçасшăннине тĕшмĕртесшĕн пулчĕ Андрей Васильевич. — Хам та ятарласах кĕрсе калаçса ларасшăнччĕ-ха пĕрре. Юрать, кĕрĕп...
— Аннӳне пытартăр пулĕ ăнтĕ паян, Никонова? — чĕнмесĕр тăракан хĕре сăмах хушрĕ Кронид Евграфович. — Шел, шел Кĕçение. Мĕн тăвăн, тӳс, Дина, чăт. Пурнăç йĕрки çапла-çке авалтан. Пĕри çуралать, тепри...
Кронид Евграфович шеллевлĕ сăмаххине хирĕç майлă та, урлă та шарламарĕ Дина. Килĕштермест ку учителе Дина. Тӳррипе, нимĕн начаррине те туман-ха ăна Кронид Евграфович. Унăн предметне те (историе), ытти предметсене юратнă пекех, юратса — екки ярса вĕренет хĕр. Лайăх тăнлать урокĕсене, лайăх ответлет. Шакăр «пиллĕксем» илет. Сисет, туять хĕр чĕри: темĕн начарри, темĕн килпетсĕрри пытарăннă çак çын ăшĕ-чиккинче. Урокĕсене те кал-кал, пĕр кĕвĕллĕн ирттерет Кронид Евграфович, ăнлантарасса та материала тĕплĕн, пĕлӳллĕн ăнлантарать. Çапах та çук ку учительре Андрей Васильевичра пурри, çук унра хĕлхем, çук унра чун хăвачĕ, çук унра ырă талпăну туртăмĕ...
— Ах, каçĕ, каçĕ кĕçĕр... Юр çăвать, юр нăтăртатать.Ыйхă çеç çук, иçмасса... Пуç ыратать. Пуç кашлать... — ыратни-кашланине çĕлĕкпе хупласа ирттересле, пуçĕ тăрне пусарах лартрĕ те ăна Кронид Евграфович, ырă каç сунса хăварса, ĕшенчĕклĕн кăлт! тĕкрĕ алăка урипе. — Ну, эпĕ уттарам-ха, эппин. Çӳрем юр айĕнче шухăшлакаласа, пуçа уçăлтарам... Астăвăр, тухнă чух çутине сӳнтерсе хăварма ан манăр вара...
Ура сасси коридора тухрĕ, картлашкапа пĕрремĕш хута авчĕ, аялти тĕл алăк халтлатнипе пĕрле тăнч йăмрĕ хăлхара: Кронид Евграфович, каллех хăй ăссĕн темĕн ăсласа, лăпăс-лăпăс юрпа канлĕхленекен çĕрлехи урама тухса лăкăштатрĕ... Тепĕрçемĕн каллех хантлатса илчĕ аялта, хăвăрт-хăвăрт ура сасси картлашкапа вĕçнĕ пек тĕпĕртетсе хăпарчĕ иккĕмĕш хута, коридоралла çутă ӳкекен класс умне вашкăртса-хыпаланса пычĕ.
Алак яри уçалчĕ те, класа таманпа шап-шура хупăрланнă, паш-паш сывлакан Никандр вăркăнса кĕрсе тăчĕ. Сăнĕ-пичĕ хăйĕн, тӳперен тăкăнакан шап-шурă юр-па çуса тасатнăн — шап-шурă.
— Дина! — хĕре чĕрĕ-сывă шыраса тупнипе хĕпĕртенĕрен, лаш! сывласа ячĕ йĕкĕт. Андрей Васильевича курчĕ те сывлăх сунчĕ. — Ну-и этем те вара эсĕ, Дина. Кӳршӳсене те каçса пăхрăм, хĕреснаннӳсем патне те кĕрсе тухрăм, тĕлпулан-камран та ыйтманни хăвармарăм — ăçта çĕр тĕпне анса кайса çухалтăн эсĕ, Дина? Аннӳ вилĕмĕпе инкеклĕ-синкеклĕ пулчĕ пулĕ тесе, йăлт сăнран ӳкертĕн вĕт тăванусене. Атя-ха, атя, Дина, хыпалан! Кутăнла ĕçрен тасалçа мунча та кĕрсе тухрĕç пурте. Атя-ха, атя, хыпалан! Сансăр сĕтел хушшине те ларасшăн мар асăнма, Дина?
Никандра курнăран, вăрăм-вăрăм тĕлĕкрен каллех тăварлă-тăварлă чăнлăха таврăннă пек пулчĕ Дина. Каллех куçĕ хĕрхӳпе шывлана-шывлана килчĕ унăн, çанçурăмĕ тăрăх сивĕ чикенчĕкĕ вĕлт-вĕлт-вĕлт чупа-чупа иртрĕ. Анчах та йĕрессе йĕмерĕ вăл, пăрчĕ, хытарчĕ кăмăлне. Андрей Васильевич еннелле тав тунăн пăхса илчĕ те, алăк патнелле çирĕппĕн, ярт-ярт пусса, утса кайрĕ. Никандр ун хыççăн тухрĕ.
Ăнланчĕ, чĕрипе сисрĕ Андрей Васильевич: вĕтĕмпех, пĕтĕмпех- йĕркеллĕ, тирпейлĕ такăрланса пырĕ Динăн хĕвеллĕхе ăнтăлас утма çулĕ. Паянхи хурлă куççулĕ те, ăнăçсăр юратăвĕ те манăçĕ унăн, ăшĕнче кăварланакан ĕмĕчĕ, чăн-чăн хавхаланăвĕ те чăп-чăммиех кĕрлеттерсе çитĕ, куçа йăмăхтармалла шап-шурă çеçке çурĕ çеçке çурмалли вăхăчĕ. Çук, иккĕленмест Андрей Васильевич кун пирки пĕртте. Шанать, ĕненет шăп та лăп çапла пуласса. Мĕншĕн тесен Динăн халлĕхе хăй те туйсах, чухласах çитереймен чăнран та чăн çул юлташĕ пур иккен. Вăл — Никандр.
9
«Эп ĕçмесен кам ĕçет, эп ĕçмесен, кам ĕçет, пиртен ĕçекен те çук...» тесе, ӳпкине сывлăш тултара-тултара, çинçен те вăрăммăн янраттарса ямах тăрать те Турчăка Кули хăйĕн юратнă юррине — Матви чарсах чарать, такăнтарсах такăнтарать ăна апла тума. «Чим-ха, чим, Куля, тулăклăрах пул-ха эсĕ, килĕнте мар вĕт, çын патĕнче», тесе, урлă иле-иле пырать ăна Матви, тек-текех урлă иле-иле пырать.
Паçмине çĕрулми ларттарчĕ паян Елькка, нимелесе.Сухапуçне, çулленхи йăлапа, Матви тытрĕ, лаши пуçне — Елькка хăй. Кил хуçи вара, ĕç пĕтернĕ хыççăн, тав тăвас кăмăлпа, пулăшакансене пӳрте чĕнчĕ, апат лартрĕ, сăра-сăй кăларчĕ. Çав сăйпа çамрăк автан пекех паттăрланса кайрĕ те ĕнтĕ Турчăка Кули, правлениренкăнтăрлана таврăннă май паçма çинче тăрмашакансенекурнипе кунталла шатах патлаттарса кĕнĕскер. Савăкланать-ха, ак, савăкланма тĕл лекнĕ чухне, сĕнен-пĕр эрех черккине ӳкĕтлеттерсех чăрманмасть, янк! Пушатать те килĕштерекен шĕвеке — хăнăхнă юррине шапăртаттарма хыпăнать: «Эп ĕçмесен, кам ĕçет, эп ĕçмесен, кам ĕçет, пиртен ĕçекен те çук...»
— Эх, çапа пĕлмен чăпăркка! — вĕреме кĕнĕ сăмавар евĕр хаш та хаш! хашлатать хуйхă пуснă Куля. — Эх, çав лăтти-латти Хвеччиса! Ячĕ вĕт ятăма нимсĕрех!.. Мĕн, майăн та чун çук, тетĕр-им?.. Пур манăн та чун, Матви, пур, — юратнăн, Матвие çурăмĕнчен лăп-лăп-лăп тутарса илчĕ вăл. — Эх, хамăнах ăс çитмен те çав вăхăтĕнче... Халь тин ĕнтĕ, ненай, тем тумалла...
— Мĕн, мĕн тумалла? — те сухапуç тытса ĕшеннĕрен, те сыпнă эрехĕ сулăнтарнăран — шутсăр уçах мар, ав, Матви те. Тимлесе мар, тĕлсĕр-палсăр итлет вăл юнашар ларакана. — Ара, мĕн, мĕн тумалли?.. Канаш пама çăмăл та-ха ăна, Куля... Ара, хăвăнне ху пĕл ĕнтĕ, кăçал-ĕнер пĕрлешнĕ çынсем мар вĕт-ха хăвăр та, шухăшлăр, — тет арçын, тĕпел кукринче тем хĕвĕшекен Елькка еннелле пăха-пăха.
— Да-а, — тантăшĕ капла тăстарнăран, кăмăлсăрланмаллипех кăмăлсăрланчĕ Куля. — Аптрал ĕнтĕ, тĕрĕссипе каласан. Эсĕ те, ав, Матви, сĕнӳ, ырă канаш парас чухне... — кăкăрне чышкипе шалт! тĕкрĕ Турчăка Кули. — Мĕн, нимĕн те пултараймасть тетĕр-им Турчăка Кулине?.. Тытатăп та, ак, — чăл-пар аркатса тăкатăп Хвеччис-мĕнӳ!Пилсĕр йытă! Пăрахса уттаратăп ăçта куç курчĕ çавăнталла. Намăссăр! — кастрюльне кăпăкланакан сăра пырса лартакан Ельккана савса, килĕштерсе сăнарĕ счетовод. — Эх, Елькка!
Елькка стакансене сăра ячĕ, ĕçме сĕнчĕ.
— Халь çĕнетсе тултартăм-ха, савăт тĕпĕнче анчахчĕте паçăрхи. Ĕçĕр-ха эсир, ĕçĕр, — яланхи евĕк кăмăлĕпе хистерĕ кил хуçи.
— Эх, Елькка! — сĕннĕ стакана шапах çавăрса хурса, пуçланă кĕввине кĕвĕ халлĕнех мăкăлтаттарчĕ Куля. — Эсĕ килĕшес пулсассăн-и? Эс килĕшес пулсассăн, Елькка, чĕптĕм те юлассăм çук эпĕ хамăн тăван килте. Алă сулмалла та пӳртне-çуртне хăямата — тӳрех кунта, сан патна тĕпĕртеттерсе килмелле. Тамăкра пурăнатăп вĕтэпĕ, вутпа вут хушшинче. Чăтрăм-чăтрăм ку таранччен — пилсĕр, каллех хырăмĕ йăтăрланать вĕт Хвеччисăн. Вăт мăшкăл, вăт çатма çинчи тăпăртăк! — хĕрхӳллĕ сасси тӳлекленсех пычĕ самаях хĕрнĕ арçыннăн. — Килĕш, Елькка, э?.. Уй тункати вырăнĕнчех пулмăп. Каскалама, темрен тем ăсталама пĕлетĕп эпĕ. Ӳпкелемĕн...Паян тесен паян килме эп хатĕр...
— И-и-и, Куля, — таса чунпа калакана юрăхсăр сăмахпа сумсăрлатасран асăрханса, танлăн та киллетлĕн тавăрчĕ Елькка. — Калаçатăн та! Иртрĕç пуль ĕнтĕ вăл-ку шухăшлассисем пи-ир-ĕ-ĕн. Хамăр та текех вунçиччĕре-çирĕмре мар. Ия! Пăртакран-кăштахран, а,к, хăвăр та каплипех тăмăр, лăпланăр. Мĕнле калаççĕ-ха... Шăтăр-патăр хăтланиччен луччĕ... Атя, тапратар та мар пĕрех хут ун çинчен.
— Эх, Елькка! — мĕн илтессе маларахах пĕлнĕччĕ пулин те, кунашкал яваппа çырлахасшăнах пулмарĕ счетовод, ӳпкеленçи турĕ вăл кил хуçине. — Тапратар та мар... Шаннăччĕ эпĕ сана, Елькка, шаннăччĕ, вăт мĕскер. Урăхла сăмаххуна кĕтнĕччĕ. Эх!.. — Куля сĕтел çинчи мĕн ĕçмелли-çимеллине пахаласа тухрĕ. — Тепĕр тесен, атя, Елькка, тултар та тепрерĕшне — путтăр, эппин, пĕтĕм хуйхăм-суйхăм çавăнта. Пурпĕрех паян шăматкун, ĕç кунĕ вĕçленесси те кĕç-вĕç. Атя, чашлаттар, эппин, ан хĕрхен. Эх, çапа пĕлмен чăпăркка!
— Хĕрхенесси-мĕнĕ, ара.. Савăт тĕпĕнчисем те типĕнчĕç пуль çав.... Улма лартма килекенсене кăшт-кашт сăйлама теселĕх кăна туянсаччĕ те... — эреххи пĕтнипе кулянса, каçару ыйтнăн аванмарланчĕ Ельмка. — Ан ӳпкелĕр ĕнтĕ, сахалтăрах та... Пулăшрăр, тавтапуç. Ак, сăрине ĕçĕр-ха, сăрине ĕçĕр. Виçĕмкун çеç тунăскер. Хăймаллă, кăпăклă.
Куля кăмăлсăррăн йăшалтатса илчĕ.
— Килти шĕвекшĕн, ханшашăн, хăçан кăвайт чĕртсе хуран çакнине та маннă ĕнтĕ. — Куля мĕншĕннине сиссе тăруках ун шухăшне ура хучĕ кил хуçи. — Йăлт лавкканнипе вĕт, йăлт лавкканнипе...
— Атя, вăл таранах пахмăтсăрланар мар, — калаçăва чылайранпа тăнлакан Матви кăлт! тĕкрĕ Куляна аякĕнчен. — Хам пата атя. Пуçламанни пурччĕ пек астăватăп. Калаçкаласа та ларăпăр пăртак, иртнисене те аса илкелĕлĕр. Атя, атя... — унтан, счетовод еннелле тимлĕхлесе, çапла та хушса хучĕ. — Пăрахмалла та вĕт ăна яланлăхах, çав мура. Тута çывăхне те илсе пымалла мар та вĕт...
— Вăт ку тĕрĕс сăмах, — кĕтмен-туман çĕртен лап! килĕшсе хучĕ унпа Куля. — Хам та вăл сăттанаран хăтăлма темиçе хут та пикене-пикене пăхнă та — о-хо-хо! — эх! мĕн-çке-ха...
Иккĕшĕ те вĕсем сĕтел хушшинчен тухрĕç, сăйшăн кил хуçине тав тăва-тăва мухтарĕç.
— Эх, Елькка-Ельккаçăм, саркайăкăм, — пӳртрен тухас умĕн каллех питне хĕрхенӳллĕн пĕркелентерчĕ суйма-вăлтма чухламан арçын. — Килĕшнĕ пулсан — тем пекехчĕ те çав... Кун чухлĕ хуйхăрса та ирттермен пулнă пулăттăм пурнăçăма. Мĕн тăвас тен, хамах тăрри шăтăкки... Мĕн акатăн, çавă шăтать, теççĕ-и-ха. Юрĕ ĕнтĕ, иртнĕ куна каялла тавăраймăн. Кӳр-ха, аллу ăшшине чăмăртаса пăхам хăть, — Ельккан туртăшкаламасăрах тăсса панă аллипе хыттăн-хыттăн чăмăртарĕ те Куля, каллех, мăйĕнчен çĕçĕпе сĕрнĕн, хаш-ш! сывласа ячĕ. — Тĕлсĕр! Эх, хамах чăпăркка кирлĕ пулнă та çав, хамах.
— Эй, кайрĕ ĕнтĕ тапранса, — тантăшĕ начар евчĕлле сăмах çине сăмах купаланăран, чăтăмсăрланнипех чăтăмсăрланса çитрĕ Матви. Тĕртсе те илчĕ çавăнпа. — Ахальтен мар иккен сана арăму та «кăрмахвун», тет. Чăн та, чисти ваккатах! Асту, пăрахса уттаратăп, ак!
— Э? — сасартăках хыпаланса ӳкрĕ Куля. — Çиччас, эплин, çиччас, — пăтари карттусне хăпăл-хапăлах ярса тытрĕ вăл, Матви хыççăн танкăлтатрĕ. — Пысăк хăна пултăм, Елькка, тавтапуç. Пĕр те пĕр тесен, тапсах кăларса яратăа та-ха çав Хвеччиса! Тĕлсĕр-пилсĕр!..
Алкум алăкĕнчен кăна мар, хапхаранах кăларса ячĕ вĕсене Елькка, килсе пулăшнăшăн тата тепĕр хут тав турĕ. Лешсем тăкăрлăкалла пăрăнса курăнми пуличченех пăхса ăсатрĕ. Каялла кĕрес тесе хапха алăкĕ еннелле туртăннăччĕ кăна вăл — аслă урампа кунталла Андрей Васильевичпа Кузьма Афанасьевич килнине асăрхарĕ те вĕсене кĕтсе илмесĕр те картишнелле кĕмерĕ.
— Салам, Елькка йăмăкăм, — аллине парса сывлăх сунчĕ яланхилле мар тирлейлĕ тăхăннă Кузьма Афанасьевич. — Çӳретне?
— Чиперех-ха, кăштăртататпăр, — саппун аркипе шăлкаласа, тăснă алла хăй ăллипе сăпайлăн чăмăртарĕ Елькка. — Хăвăр епле-ха?
— Эпир-и? — çамрăк вĕрентекен енне пуçĕпе вĕлт сулчĕ ватăраххи. — Вăт, лартăмăр-лартăмăр та педсоветра ку тарана çити — таврăнатпăр-ха, ак, Андрей Васильевичпа пĕрле, так, сначăт... Мĕнле, Елькка йăмăкăм, чĕнмен хăна пулмарăм-и?
— И-и-и, калатăн та вара эс, Кузьма Афанасьевич, — хапха алăкне хăпăл-хапăлах тăк! тĕксе уçрĕ кил хуçи. — И-и-и, тахçантан пĕрре килетĕр те пирĕн пата, чĕнмен хăна пулатăр-и?.. Атьăр-ха, атьăр, кĕрĕр пӳртелле, кĕрĕр.
— Ан çиллен ĕнтĕ, Елькка аппа, тем тери иртерех таврăнас тесессĕн те — майлашăнмарĕ. Калаçаççĕ, калаçаççĕ, — килти-çуртри пысăк ĕçрен юлнине сиссе, шутсăр аванмарланчĕ Андрей Васильевич. Унтан шӳтлесерех те илчĕ: — Ну, кĕркунне пĕр паçмана хам пĕчченех кăларса паратăп ĕнтĕ куншăн, ейпух та, Елькка аппа...
— А-а, ĕлкĕреймерĕмĕр, эппин? — Андрей Васильевич мĕн пирки ӳкĕнĕçленнине тӳрех ăнкарчĕ Кузьма Афанасьевич. — Пĕтернĕ-тĕк, пушшех те лайăх. Ялпа-йышпа. Нимелле, так, сначăт... Çаплах ĕнтĕ: лартасси — çур хуйхă, кăларасси — çĕр хуйхă. Эпир хамăр та ĕнер çеç пушантăмăр-ха вăл ĕçрен. Пухăнтăмăр та кӳршĕ-аршă — пĕр виçĕ сехет хушшинчех, кĕптер-кĕптĕр тирпейлесе те хутăмăр паçмана. Реххет, так, сначăт...
— Эсир кĕрĕр-ха, кĕрер, пӳртелле кĕрĕр, — шала кĕме хистерĕ тарават кил хуçи. — Энтри, сĕтел çине те пуçтарманнипех хăварнăччĕ эп, хăналанăр унта хăвăр пĕлнĕ пек. Сăрине те тин кăна ăсса тухнăччĕ. Яшки хуранта, «çутти» тĕпелте, шкапра, чыс ту Кузьма Афанасьевича, — тесе, куçран пăхса систерчĕ тата вăл Андрей Васильевича. — Эп, мĕн-ха... Мана ан пăхăр эсир, кĕрĕр, кĕрĕр. Лупас хыçне сухапуç лекейменни юлнăччĕ те, кăшт тухса, кĕреçеле ларткалам-ха çавăнта. Ия, мĕн ăна, пуш лаптăка, ахаль вырттарма...
Елькка, кĕреçĕ илсе, паçманалла утрĕ, Андрей Васильевичпа Кузьма Афанасьевич, пăт-пат перкелешсе, пӳрте кĕчĕç.
Яшка антарчĕ те Андрей Васильевич, кăшт-кашт уйлакаланă хыççăн, тĕпелти шкапран «çутти» йăтса тухрĕ, уçса, черккесене тултарма тăчĕ.
— Ман валли-тĕк, Андрей Васильевич, чăрманса та ан аппалан. Ĕçместĕп, — эрех кĕленчи енне çаврăнса та пăхасшăн пулмарĕ Кузьма Афанасьевич.
— Ма тата апла териех? — чăннилех те тĕлĕнчĕ Андрей Васильевич Кузьма Афанасьевичăн каплалла кăмăлĕнчен. — Ытла та сасартăк, пат, кĕтмен, шухăшламан çĕртен?
— А-а-а, — хĕпĕртевлĕн тăстарса ячĕ Кузьма Афанасьевич. — Каккуй унта шухăшламан! Çĕр хут, пин хут шухăшланă пуль пăрахас тесе. Вăт, мĕн-и-ха, çав тери пиçи-пиçми, халсăр-тĕлсĕр çын-и-ха, терĕм те эпĕ ха-ма — латăрт! кăна лартрăм пăркăчласа карланка. Тĕвĕлесе хутăм тахçанах тĕвĕлемелли тирлейсĕре, — çапла каларĕ те ватă вĕрентекен, хăйĕнчен хăй тăрăхланăн, куланçи те туса пăхрĕ. — Вăт, тамаша! Критика пулăшрĕ вĕт, так, сначăт...
— Мĕнле критика? — ватă вĕрентекен сăмахĕсене тавçăрсах та илеймерĕ малтанласа çамрăк вĕрентекен. — Тем, шахвăртарах калаçатăн-ха эсĕ, Кузьма Афанасьевич, ăнланмалларах кала?
— Ара, кунтан та ăнланмаллараххи мĕн ĕнтĕ тата? — галстукне кăлт-кăлт тĕке-тĕке майланă май, куçне чеен хĕсе-хĕсе пăхрĕ Кузьма Афанасьевич. — Ара, елпле тăкăлтартăр та хăвăр иртнĕ педсоветра. Учитель тивĕçĕ, сăн-сăпачĕ пирки пурин пуçĕ тăрне те вут-хĕм, кăвар сирпĕнтертĕр. Мана та, ватă этеме, чисти тип мунча кĕртсе кăлартăр вĕт çав ларура, э?
— А-а-а, — паçăр Кузьма Афанасьевич тăстарса янă евĕрех, тăстарчĕ халь Андрей Васильевич. — Эп, тĕрĕссипе, кама та пулин кӳрентерес тесе те тапратманччĕ ун чух. Пăхрăм та — каллех сыпса пынăччĕ, хĕрĕнкĕччĕ эсир...
— Юрĕ-çке, — хăйĕнчен самай кĕçĕнрехпе çур сăмахсăрах килĕшрĕ Кузьма Афанасьевич. — Хамах йĕркесĕр пурăннă ĕнтĕ, мĕн калас пур, — тусан та çулăхма хăяйман костюмĕ çинчи курăнман çӳппе вăш-ваш иле-иле пăраханçи турĕ вăл. — Вăт, хама хам туй каччи пекех туйса çӳретĕп-ха. Костюм туянса ятăм. Кĕпе. Пушмак. Йăм-хура галстук. Лешне, шăтăкла-шăтăкла çыхнине, тухрăм та петĕм чăлана, кивĕ япаласем хушшине, — эрех кĕленчи енне пӳрнипе тăсса кăтартрĕ ватă вĕрентекен. — Ак кăна вара, ак кăна пуçтар та ларт куç курман çĕрелле. Ни-ни-ни урăхран. Шуррине шурă та хăй — славнăй хуратрĕ-ха вăл манăн авторитета, так, сначăт. Çитет ухмахланса. Мĕн, тĕнче çути япăх-им унсăрăн?
— Пĕр пикенсен, пăрахаясси теççĕ те вăл çĕлене, ненай, ненай, Кузьма Афанасьевич, — шанмасăртарах пуçне сулкаларĕ Андрей Васильевич. — Темĕн, пĕрре иленнĕскере ăна...
— Ан та иккĕленĕр, Андрей Васильевич. Каланă — пăрахнă, — кун пирки шухăшне шарт! татнăн, яланхи йăлипе сылтăм аллипе сывлăша ласт! касса çурчĕ Кузьма Афанасьевич. — Ĕнтĕ уйăх çурă ытла ку шĕвеке çăвар çывăхне те илсе пыман, так, сначăт...
— Тен, сăра тутанса пăхас кăмăлăр пур, а? — сăра ăсма тăчĕ Андрей Васильевич. — Ни хăвачĕ, ни урмăшĕ çук унăн. Мĕнле калас, ăш кантармалăх кăна. Шерпет. Чей вырăнне.
— Шерпечĕ шерпет пулĕ те юратакан çыншăн, мĕн-ха, тĕкĕнменех юлам, Андрей Васильевич, тип тытам, эппин, шӳтлесерех каласан, — каллех майланçи турĕ галстукне Кузьма Афанасьевич. — Критика вăл тепĕр чух итлес темен çĕртенех ай-ай тăна пырса кĕрĕслеттерет. Уяр кунрах, аслати авăттарса, аçа çаптарать, так, сначăт...
Хăй те, ун-кун шĕвеке килĕштерменскер, ĕçмерĕ сăрине Андрей Васильевич. Çутти кĕленчине, уçамах тенĕскерне, шкапа каялла кайса лартрĕ.. Тĕпелтен икĕ кашăк илсе тухрĕ, Кузьма Афапасьевича сĕтел хушшинелле сикме чĕнчĕ.
— Атя-ха, лар-ха, лар, Кузьма Афанасьевич. Апатран аслă пулма хушман. Атя-ха, атя, яшка та сивĕнсе каять, капла.
— Çапла, тĕрĕс калатăн: апатран аслă пулмалла мар. Хырăмĕ те паçăрах хыр тăрне хăпарнăччĕ-ха, так, сначăт, — текелесе, сăра-эрех сĕннĕ чухнехи евĕр турткалашса тăмарĕ Кузьма Афанасьевич, кашăк тытса, çийĕнчех шӳрпене ăса-ăса хыпма пикенчĕ. — Эх, çав хуран яшки пекки! Техĕмлĕ, тутлă, пыл пек ирĕлсе тăрать вĕт çăварта! — çын пĕçернине мухта-мухта çиме тытăнчĕ ватă учитель. — Вăт Елькка-тăк Елькка!.. Критиклес, тиркешес тесессĕн те, нимĕн критиклемелли, тиркешмелли тупаймăн кунта, так, сначăт... Яшка мар, патша апачĕ!
— Чăн та, хулари тепĕр повартан та ирттерет пулъ вăл, Елькка аппа. Чун уççи этем. Темпе тав туса пĕтермелле пулать ĕнтĕ ăна — пĕлместĕп, — тулли кашăка тути çывăхне леçе-лĕçе васкаварланна хушăра кăшт шухăша путанçи курăнчĕ те Андрей Васильевич, — питне-куçне самантрах хĕлхемлĕ ăшăнчăкпа ăшăтса та пăрахрĕ. — Ну, мĕнле, Кузьма Афанасьевич, эпир те начарах мар апат çакса ятăмăр пек туйăнать паян?
— Çакса ярасси-мĕнĕ... — яшкана килĕштерсе ăса-ăса сыпнă май танлăн сăмахларĕ Кузьма Афанасьевич. — Кĕтмен те, уйламан та эп апла пулса тухасса. Вăт сана ме, так, сначăт! Пĕри-пĕри хăть ун еккине малалла тăсăçин!.. Атту тек «вăй — коллективра, коллектив мĕн калĕ, коллектив епле хаклĕ», тесе çын çăварне шăла-шăла питĕрме юрататчĕ-ха. Çапа пĕлмен пушă хăйне çаврăнса тивнĕ тенĕшкел, ак, тинех! Ытла та коллектив хӳттине пытанма ăсталанса çитнĕччĕ çав. Сăвăс! Тинех астиврĕ, ак, коллектив, тути-масине, так, сначăт... Мĕнле, Андрей Васильевич, тĕсне улăштарĕ-ши вăл кун хыççăн пăр-так?
— Ман шутпа, йăпăр-япăр парăнакан йышшиех мар Кронид Евграфович, — пушă кашăкне тирĕк хĕрринчех хăварса, таçталла тĕлсĕррĕн тинкерчĕ Андрей Васильевич. — Чее, хăй ăсĕпе пурăнакан çын вăл пирĕн завуч. Туйрех-тĕк, сисрех-тĕк лару-тăру пăвăртăннине — кĕтсех тăр — самант ку яхăнта кирлĕ урăх тĕспе чиперленет. Ăнмарĕ унăн мана хирĕçле кампанийĕ. Мĕнле калас, лаштăрах ишĕлсе анчĕ ку камит. Сывă пирĕн шкулти педагогсен коллективĕ, Кузьма Афанасьевич, сывă. Эпĕ сире, Кронид Евграфовичпа иксĕре, темĕн хăвăр çеç пĕлекенни çыхса чăлхантарса тăрать пуль тесе. Эсир, ав, илтĕр те сăмах... Каçарăр та, тен, хăйне евĕрлĕ ăста трюк кăна ку вăл сирĕн? Çил улшăннине сиснипе, тăрук ун хирĕçле юхăмне лекем мар тени?
— Мĕн эсир, Андрей Васильевич? — калла куçăнах каланăран, яшки çинчен мансах, шак хытрĕ Кузьма Афанасьевич. — ... Тавтапуç тӳрĕ сăмахăршăн. Теприне-тĕк кӳренме те пултарăттăм пулĕ те кунашкал сумсăршăн, сире вара — çук... Тĕрĕссине калатăп, килĕштерместĕп эпĕ Кронид Евграфовича. Пачах та расна çынсем эпир унпа иксĕмĕр, так, сначăт... Çаплах-тăр çав, тилхепине вăхăтĕнче карт-карт туртмасан, ая-яй сулăнка çапа-çапа хăшкăлтарать иккен пурнăç. Çамрăк пулнă, харсăр пулнă, такăнасса, ӳпленессе шухăшламан, — кашăка сĕтел çине хурса, хаш-ш сывласа ячĕ ватă учитель. — Вăрçă хыççăнхи пирвайхи çулсенче маншăн шӳт вырăнне кăначчĕ эрехпе çавăн йышшипе ашкăнасси. Çичĕ ютпа çапăçса тăватă çул тăршшĕ пуç тăрринче капланса тăнă хуйхă-тертрен хăтăлнипе те шăмшака самаях йӳле-ярханахлатнă пуль. 'Тăван киле ырă-сывă таврăнма шăпа тухнипе тӳпемиех хĕпĕртенĕ ĕнтĕ, мĕн калăн. Вăл вара, Кронид Евграфович, так, сначăт, ĕçместчĕ. Пултарулăхĕпе йăлтăр йăлкăшанмастчĕ пулин те, сывлăхне чирлешке евĕрех перекетлетчĕ вара. Ытлашши калаçмастчĕ, пулчĕ-пулмарĕ хушша-хуппа кĕместчĕ, кĕтмелли йӳтĕме кĕтме, уйлама, çиччĕ виçсе пĕрре касма пĕлетчĕ. Вăл (тĕсесе хунине иккен) — ларчĕ те кĕрсе завуч сĕтелли хушшине — пуçларĕ ăсталама хăйĕн «политикине» вăрттăн-кĕрттĕн. Кама тулăпа, кама хулăпа тенĕшкел, пĕрне çавăрса илет хăй аллине, тепĕрне... Эпĕ вара, ирĕке юратаканни, нăхтана пăхăнас теменни,. карланкă чараксăрне пула, пĕр шкула çитетĕп, тенĕр шкула... — калать-калать те Кузьма Афанасьевич хаш-ш сывласа ярать, калать-калать те хаш-ш сывласа ярать. — Вăт, çапла, Андрей Васильевич. Çитрĕм вара эпĕ, так, сначăт, каллех Кронид Евграфович патне çаврăнса. Тĕплентăм терĕм вара тăван ял шкулĕнче... Тăван ял — тăван ялах, атте-анне килĕ, ачаран палла-тăран çынсем, тăван-хурăнташ, арăм, ача-пăча... Вăт пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕнех вара эпĕ ырă тăвакана ырăпа пулăшасла, Кронид Евграфовичăн кашни сăмахне тĕпе картакан, ăна аталантаракан вырăнĕнче курăнма тытăнтăм. Ара, мĕнле калаççĕ-ха, камăн кĕлетне хураллатăн — çавăн ашнех çиетĕн, теççĕ-и-ха, так, сначăт. Ть-ху! — хăйĕнчен хăй йĕрĕннĕн, тĕпелелле лач! суранçи турĕ хĕпĕртӳллех мар пурнăç-пăрнăçне аса илсе ларакан ăшхыппи арçын. — Ть-ху, чăн та! Питĕ пысăк инкек, хăрушăран та хăрушă трагеди вăл — эрех! — йывăррăн çĕкленчĕ те Кузьма Афанасьевич, апатшăн-сăйшăн тав туса, сĕтел хушшинчен тухрĕ. — Вĕрентекен! Учитель! Тĕрĕссине, пур-и-ха манăн тивĕçĕм çак чаплăран та чаплă ята йăтса çӳреме?.. А-а, тепĕр тесен, мĕн пустуй хăлаçланмалли ĕнтĕ халь? Ватăлнă, пуçăм та кукшаланнă, пенсиччен те кармашса пăхмалăх кăна — икĕ çул ытларах çеç юлнă. Çук, Андрей Васильевич, стаж ман çителĕклĕ, сывлăхăм та такам ăмсанмаллиех мар, тухатăп эпĕ пенсие, ним тăхтаса тăмасăрах тухатăп. Çитет шкул маччине тĕтĕм-сĕрĕмлесе... Çапла, мĕн тери йывăр иккен вăл учитель тивĕçне ӳкермесĕр çӳлте тытса пыма, мĕн тери йывăр...
Кузьма Афанасьевич шăпланчĕ. Паçăр çутанкарах сăнпичĕ унăн халь, сухапуçпе аштарса купаланчăклатнă евĕр, тĕксĕм те туртăнчăк, пĕркеленчĕклĕ-пĕркеленчĕклĕ. Ĕшенчĕк унăн санпичĕ, пусăрăнчăк. Паллă: сахал мар вăй, чăтăм кирлĕ пулнă ăна çакнашкал уçăлса калаçма, вăрах вăхăт сийлĕ-сийлĕ таптаннă туйăм юшкăнне сире-сире ывăтма. Çавăнпа Андрей Васильевич уншăн халь — яри уçăлнă кантăкран пал-пал кĕрлесе кĕрекен янкăр-янкăр сывлăш та, кал-кал шанчăк та...
— Кăна эсир питех те тĕрĕс каларăр, Кузьма Афанасьевич. Çапла, вышкайсăр йывăр ĕç вăл, учитель ĕçĕ, йывăр та пархатарлă ĕç, — яшкана кăп-кан хыпкаланипех чĕре сури тунă Андрей Васильевич та сĕтел хушшинчен тухрĕ. Тыткаланă тирĕксемпе кашăксене тĕпел кукрине кайса лартрĕ, çинĕ чухне яшка тăкăнкаланă тĕлсене алшăллине типĕткелесе илнĕ хыççăн ватă учитель çумне пырса ларчĕ. — Çапла, кансĕр халь учитель пулма, Кузьма Афанасьевич, ай-яй кансĕр. Ку чухнехи учитель вăл — çитĕнсе пыракан ăрăва пĕлӳ паракăн çеç мар, вăл — хăйĕн мораллĕ сăн-сăпачĕпе ачасене хавхалантаракан та, хăйĕн таса чун-чĕрипе ырра, авана вĕрентекен те. Енчен те эпир, учительсем, шкул ачин ĕненӳллĕ пуçне-мимине, хамăр тимсĕрлĕхе пула, ылтăн вăрлăх вырăнне мăянлă-мĕнлĕ начаркка анчах акаятпăр-тăк, ăçтан каш-каш тырпул çитĕнессе кĕтмелли пур ĕнтĕ? Ку инкеклĕ, тепри инкеклĕ пулчĕ тетпĕр вара кайран-кайран, лешсем аттестат илнĕ хыççăн чылайран-чылайран хамăра мар, вĕсене айăпланçи тăватпăр. Çавăншăн шăп та лăп учительсем айăплă пулма пултарасса — шута та илместпĕр. Пĕр çултан е икĕ çултан такăнчĕ-тĕк эсĕ пĕлӳ парса кăларса янă ача, апла-тăк эсĕ асăрхасах çитереймен умри темĕскерне, апла-тăк никамра та мар, сирĕнте, манра, тепринче шырамалла çав кăлтăкăн тымарне. Пĕлетпĕр-çке авалтан-авалтан тĕрĕсленнĕ чăнлăха: мĕн акатăн — çавă шăтать тенине. Эпир вара акасса та хăшĕ-хăшĕ лăппи-лаппи кăна акатпăр-ха, хамăра малашлăх тиенĕ калама çук йывăр çĕклемĕн вышкайсăр пысăк пĕлтерĕшне чăн-чăннипе чĕре çывăхне илейместпĕр. Эпир вĕт çĕнĕ обществăн ыранĕнче вăй хумалли çынсене килпетлетпĕр, эппин-тĕк, пул чуну-чĕрӳпе таса, эппин-тĕк, çутат çутанчăк кăмăлупа яш-кĕрĕм кунçулне, эппин-тĕк, ак çамрăклăх уйне парка пĕрчĕ. Чăн та, юрать-и вара çакнашкал тасаран та таса ĕçе шăли-вали тума? О-хо-хой... — кăкăр тĕпĕпе ассăн сывласа ячĕ те Андрей Васильевич самантлăха шăп пулса ларчĕ. Самайран, шухăш çиппи сыпăннăн туйăнсан, шарлаклă шыв юххи пек чармавсене тăрăна-тăрăна, каллех малалла пĕтĕрме-йăлмаклама тытăнчĕ вăл сăмах кал-калне. — Вăт, иртрĕ педсовет... Меслечĕ, меслечĕ тата хăçанхи, эх! Малтан ятне пылчăкпа варалас, унтан, чысне-сумне тикĕтлесен, ĕçне кăлтăклас-пăвăртас тесе хăтланчĕ вĕт-ха çавна Корнид Евграфович. Ну-и этем! Вăл эпĕ пуç пĕкессе, авăнарах çӳрессе кĕтнĕччĕ пулĕ те ĕнтĕ, хăвăр калашле, ав, Кузьма Афанасьевич, çапа пĕлмен пушши хăйнех çаврăнса чашлаттарчĕ. Сисетĕп — такăнам кăна эпĕ пурнăçра, вăл вара мана лаплаттарсах çапса ӳкерме хатĕр. Ăçтан пĕр этемре çавăн чухлĕ йӳçек? Эпĕ ăна ни тĕкĕнместĕп, ни усал тăвас тесе хыпăвса-тăвăлса çӳреместĕп. Анонимка!.. Тепри-тепри ăна педсовет ларăвне кăларса та аппаланса тăмасть (ара, мĕн тĕрĕссипе мĕн тĕрĕс марри йăлт çиелте вĕт-ха кунта), тытать те пĕртте анла марри пирки кирлĕ çĕрелле явапне çеç ăсатать. Ак ку-у... Тата миçе çул ĕçлемелле-ха унăн пенсиччен?
— Пенсиччен-и? Тепĕр ултă çулччĕ-няк, — çамрăк вĕрентекене пысăк тимлĕхпе итлекенскер, ыйтăва хăвăрт тавăрса каларĕ Кузьма Афанасьевич. — Манран вăл виçĕ çул кĕçĕн. Çапла, тепĕр ултă çул юлнă унăн ĕçлесси, так, сначăт...
— Вăт, шухăшлатăп-ха, Кузьма Афанасьевич, — сăмахне çав йĕрпех шутарчĕ Андрей Васильевич. — Ахаль-тен мар тапăнать вăл мана, ахальтен мар. Сăлтавĕ çук та пек тапăнма — тупать-тупатех, ав, шыраса... Хăй вырăнне ларасран чунĕ вăйкăннă ĕнтĕ унăн. Вăт, стратег, вăт, виçĕ пуслăх тактик. Ман çула пӳлме вара — вирт. Эп иккен Никонова Августинăпа варлă, учитель пуçăнах шкул ачи пуçне çавăратăп имĕш, мораль тĕлĕшпе пăсăлма, юрăхсăра ерме тытăннă çын иккен. Манăн иккен вĕренекенсемпе занятисем хыççăн «харпăр хăй урокĕсем» ирттересси çинчен мар, хамăн чун-чĕре тасалăхĕ пирки совеçĕме калаçтармалла иккен ытларах. — Андрей Васильевич тăчĕ, алăкăн-тĕпелĕн пăлханчăклăн утма тапратрĕ. — Совесть... Камăн-камăн та, Кронид Евграфовичăн калаçмалла-и ĕнтĕ совесть пирки!.. Пур-ха, пĕтмен-ха пирĕн хушшăмăрта пĕр йышши çынсем. Хăй вăхăтĕнче хĕсĕнкелесе кĕрсе ларнă та вĕсем хăйсене тивĕç мар пĕр-пĕр пысăкрах çĕре — çав вырăншăн халь хĕремесленсех тепеçленеççĕ. Вăт, акă, Кронид Евграфовичах.... Пĕлместĕп, тен, Анат Сăрмăшпа Тури Сăрмăш шкулĕнче çеç пуль Кронид Евграфович евĕрри, анчах та ăсран кăптăртаттарса кăларман вĕт-ха эпир çав çынна, акă, вал пур, çӳрет пирĕн хушшăмăрта, кун çутипе, хĕвел ăшшипе савăнать, чăрмантарать ярт-ярт пусса утма, кансĕрлет... — чарăнчĕ Андрей Васильевич урай варрине, шухăша путнă лек пулса тăчĕ, каллех Кузьма Афанасьевичпа çумлăн пырса ларчĕ. — Сисетĕп, лăпланмасть-ха вăл кунпа кăна. Мĕнех, хăтлантăр, эппин, хăтланассиех килсен. Шик çук ман унран нимĕн чухлĕ те. Авăрланă пăшалĕ Кронид Евграфовичăн кукăр, кĕпçййĕ — çурăк, тарĕ — йĕпе. Пăхтăр-ха, эппин, персе, пăхтăр...
— Эпĕ те ăна малтан мĕн урăм-сурăмланать ку, тĕтĕп. Апла та калама тăрать сирĕн пирки, капла та, начар ят пуçарма вĕтеленет. Э-э, тетĕп, чим, тăхта, чее, тилĕ, çитет пĕрехмай пĕр юрра ĕнĕрешсе, чарăн, тетĕп. Хиртĕм те хиртĕм вара тĕлĕннĕ завуча пĕр кана. — Андрей Васильевич шăпланнине кура кӳкĕрт евĕр каллех кӳ! чĕрĕлсе кайрĕ Кузьма Афанасьевич. — Эх-х, сахал лектертĕмĕр-ха ăна паян, сахал. Ну, атя, эпĕ ĕçкелесех тăнă, айăпа кĕнĕ çын шутĕнче пулнă, тейĕпĕр. Ыттисем вара епле-ха? Курнă вĕт-ха вĕсем те Кронид Евграфович хăтланкаларăшĕсене? Алă сулнă та, чĕнмесĕр ирттерсе ярас, тенĕ-ши?.. Анчах ку ялсем мар-çке-ха эсир, Андрей Васильевич? Экзамен тыттарăр та, ак, вуннă-мĕш класс ачисене, вĕçтерĕр тухса шĕкĕр хуламăра? Кĕтеççĕ, тетĕр вĕт-ха унта хăвăра? Ах, питĕ килĕштертĕмĕр сире, Андрей Васильевич, питĕ килĕштертĕмĕр...
— Ну, Кузьма Афанасьевич, ма апла хăвăртах хăвалатăр эсир мана ку ялтан? — куçĕнчи хĕлхемĕсене çиçкĕнтерсе, тăруках кăмăллăн кулса ячĕ Андрей Васильевич. — Тен, ман тĕпленсех пурăнас килет-ха Анат Сăрмăшпа Тури Сăрмăшра. Чăнахах та çапла. Ялĕ — хитре, çыннисем — лайăх.
— Ара-а, тем пекехчĕ те сăмахăр тĕле килсен, так, сначăт, — çамрăк учитель каланине ĕненменнĕн, хăлхи хыçне хыçанçи турĕ Кузьма Афанасьевич. — Эсир вĕт, çамрăксем, вĕçен кайăкла, килетĕр те каятăр. Мĕнле калас, ан кӳренĕр те, йывăрлăхсенчен хăратăр, так, сначăт. Эпир, ав, ку ялсем, ĕмĕр тăршшипех кунта, темелле. Миçен киле-киле пикенсе пăхмарĕç пуль. Пĕр çул, икĕ çул майлă пурăнкалаççĕ те туртисене каялла çавăраççĕ, тĕпленсе ĕçлеме хал çитереймеççĕ. Те Кронид Евграфович кăмăлне ларайманранах çапла пулса пычĕ вĕсен? — алă сехечĕ çине пăхса илчĕ те ватă учитель хăпăл-хапăлах пуçтарăнма тытăнчĕ. — У-у-у, калаçсан — каçченех, тесе ахальтен каламаççĕ иккен, сисмĕн те — сехет ытла ларнă-мăн эпĕ кунта. Уттарам-ха, эппин, килтисем те çӳхатсах ячĕç пуль, мана, так, сначăт...
— Чим-ха, эпĕ сире кĕнеке парса яма пулнăччĕ-çке — çамкине сылтăм алă тупанĕпе çат çапса илчĕ Кузьма Афанасьевича ăсатма алăк урати патнех çитнĕ Андрей Васильевич, — Вăт пуç! Чĕнессе чĕнтĕм хам сире, мĕн тума чĕннине вара — маннă.
Кузьма Афанасьевичăн пĕр питех те килĕштермелли кăсăкĕ пур. Вăл, вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнăскер, çар çыннисен асаилĕвĕсене вулама юратать. Ку хутĕнче ăна Андрей Васильевич А. Василевский маршалăн «Пĕтĕм пурнăç ĕçĕ» мемуарĕсене парса савăнтарчĕ.
— Куншăн вара чăннипех те тавтапуç, — хулăн кĕнекене уçкаласа хупнă май хĕпĕртемеллипех хĕпĕртерĕ Кузьма Афанасьевич, — Мĕнле калас, ватă салтак вĕт хам та. Берлина таплаттарса çитнĕ, так, сначăт. Чăваш юрри янраттарса хăварнă нимĕç столицинче, вăт...
Хулпуççийĕсене çулне кура мар вĕçкĕнреххĕн кăлт-калт сиктеркелесе илчĕ те ватă учитель, тăрăст-тăрăст пусса, пӳртрен тухрĕ.
— Ну, хăвăр та çапла пĕр-пĕр пырса ларăр, калаçкалама. Кĕтетпĕр, — алă тытсах сывпуллашрĕ ватă учитель Андрей Васильевичпа картишĕнче. — Кронид Евграфович пирки вара пуçăра ватса та ан тертленĕр ытлашши. Коллектив сирĕн майлă. Вăл, Кронид Евграфович, лăпланать, ак, каларĕ тесе калăр — лăпланать.. Сураймасть вăл çиле хирĕç, сураймасть, так, сначăт... Ну, ыранччен, — Кузьма Афанасьевич Андрей Васильевича, тав тунăн, уçă куллипе тепре пахаласа ыталарĕ те çăмăл уттипе урамалла танкăшрĕ...
«Андрей Васильевич çамрăк учитель çакăнта пурăнать-и?», — тенине хапха кутĕнчен хăпнă-хăпманах уйлама ĕлкĕрнĕччĕ-ха унăн çивчĕ хăлхи, анчах та апла пулма пултарасса ĕненменрен (ара, шухăшпа аптăракана темĕн те илтĕнсе арпаштарĕ), пуçăннă халлĕнех, шала кĕресле, çенĕк умне çитнĕскер, çурăм хыçăнче хитрен кăрăнлатса кайнă алăк сассипе вашт! çаврăнса пăхрĕ йĕкĕт.
«Христина! — чутах кăшкăрса ямарĕ вăл тĕлĕннипе. — Хреççи!»
Анчах та кăшкăрам, хĕпĕртенине пĕлтерем тенĕ сăмаххи те унăн чĕре анинче чăмăртаннă евĕрех лак! тăрăнчĕ те пырне, аллинчи вĕлтĕркке çĕклемлĕ Христина çывăха пырса тăрса çăвар уçсан тин, типĕ аната йĕпепе тĕртсе антарнăн, тути хĕррисенчен йăшăл! вĕçерĕнчĕ темĕн хытти.
— Манăн килес, — питне-куçне вăтанăçлă кулăпааванлатса илчĕ Христина. — Кĕтменччă-им?
Çул тăршшĕпех хĕр тĕлпулу саманчĕ епле пулма пултарасса уйласа пынăччĕ. «Çитетĕп те, куратăп та тахçантанпах курман-калаçман Андрее тӳрех мăйĕнчен уртăнатăп, сăмах чĕнейми тăвичченех чуптуса-ачашласа пĕтеретĕп, нихăçан-нихăçан тапратманнине! — çепĕç-çепĕç чĕвĕлтетсе тĕлĕнтеретĕп», тенĕччĕ. Теессе тенĕччĕ те çав, çитрĕ те, курчĕ те, ав, савнă, юратнă Андрейне — тапратмăш евăкне те тăнк-танк, лăп-лап хантăртаттарса хучĕ: «Манăн килес. Кĕтменччĕ-им?» «Тьху! Кам ухмаххи ват хĕрарăмла çакнашкал» «манăн килеслетет-ши?» Çитменнине тата, мăйăнчен уртăнас, чуптуса-ачашласа пĕтерес вырăнне — тăрать-ха, ак, ун умĕнче уй тăмани пек — лăпсĕр!
— Турăçăм! — тĕлĕннине халă те ирттерсе яраймарĕ-ха йĕкĕт. — Эсех-и вара ку, Хреççи? Калăн: чăн-чăн юмах!
— Ну вăрç ĕнтĕ, Андрей, тăкăлтар — вăрçмалли, тăкăлтармалли пур-тăк, — куçĕпе каччă куçне тĕллештерчĕ-тĕллештерчĕ те, тĕллештерсессăнех, именнипе, лап усрĕ пуçне Христина. — Хăваламастăн-тăк, кирлех-тĕк эпĕ сана — ак, йышăн ĕнтĕ савнине, килтĕм ĕнтĕ яланлăхах.
Христина, йĕкĕте питпе питех тăраканскер, темĕнле вăрттăн вăй тĕкнипе лăш сулăнчĕ ун кăкăрĕ çумне:
— Пултараймастăп эпĕ сансăр, Андрей, пултараймастăп, — терĕ вăл, куççулленме ĕлкĕрнĕ куçĕпе каллех савнă çыннине тинкерсе. — Хирĕлтĕм, тавлашрăм эпĕ хампа хам, хăвалас, пистерес терĕм сăнарна чĕремрен — çук, ăс хушнă пек тăваймарăм, çитереймерĕм хал. Темĕн чул курмăшлансассăн та пусахлаймарăм хама хам. Юрататăп эпĕ сана, Андрей, шутсăр, шутсăр.
Пĕчĕк çĕклемне пăрахмасăрах йĕкĕте мăйĕнчен ыталаса тытрĕ те хĕр унăн кушăрханă тутине пăшăрханчăк тутипе çулăмлăн, вĕрин çыпçăнчĕ:
— Андрей, Андрюша, Андрюшенька, — хĕр питçăмартийĕ тăрăх икĕ тумлам йăрăл-л! сăрхăнса анчĕ. — Эпĕ — санăн, санăн, санăн...
— Э-э-э, эсĕ, тем йĕместĕн пулĕ те? — ачана çупăрланă пекех хĕре хăй çумне таччăн çупăрласа пăчăртарĕ йĕкĕт. — Вăт, ухмантей, çакнашкал тĕлпулушăн йĕреççĕ-и? Лайăх ку, Христина, лайăх, калама çук лайăх.
— Савăннипе ку, Андрюшенька, савăннипе, — йĕкĕт тутине сĕртĕне-сĕртĕне телейлĕн пăшăлтатрĕ хĕр тути. — Шухăшлама та хăрушă: эпĕ сана çухатма та пултарнă вĕт-ха! Вăт, анра пуç! Тухрăм, çитрĕм тĕпĕртеттерсе... Тен, тухмалла та, тĕпĕртеттерсе те килмелле пулман манăн, э? Тен, çĕнĕреххи, манран та темиçе хут чаплăраххи пур санăн, э?
— Ну-у, мĕн эсĕ, Христина, — пысăк-пысăк чечек çĕклемне йăтăрланăн, ялт! çĕклесе илчĕ те йĕкĕт хĕре, ăнахăлхинчен шӳтлевлĕн-урмăшнăн пăшăлтата-пăшăлтата, çапла халлĕнех пӳрте йăтса кĕчĕ. — Ну, чăтсан чăтса тăр тулĕк, Шупашкар пики. Вăрçап, тăкăлтарап сана айĕн-çийĕн. Хĕсĕрлеп, пусахлап чунна асар-писер. Хупап, кăлармастăп читлĕхрен ĕмĕр-ĕмĕр. У-у-у, кĕленче керменре пурăнакан Кĕлпике. Мана кун чухлĕ асаплантараканчĕр тамăк. У-у-у, килме пĕлнĕ ашапатман. М-м, хр-р-р!..Ха-ха-ха!..
Диван çине хĕрпе юнашар тӳннĕ те йĕкĕт, пӳрте чĕтретсе — çĕр çĕмĕрсе тенĕ евĕр, каçса кайса ахăрать, кулать.
— Ну, вăт, халь ĕнентĕн-и ĕнтĕ эп йăнăш каламаннине? — сĕм-сĕмекке ачалла Христинăна пӳрнипе тĕллесе путишленет каччă. — А эсĕ, вăт, ухмантей, ĕненместĕнччĕ. Пăвăртрăн-пăвăртрăн мана çулталăка яхăн, тарăхтартăн-тарăхтартăн кăра кăмăлупа... Ну, тавай, каласа, пар, епле çитсе ӳкрĕн Анат Сăрмăша?
— Чиперех. Питĕ ансат. Тахçан хăв каласа тăнлантарнă пекех — пăрăнчăка çитиччен автобуспа. Ансан, нумай та утаймарăм — машина, — тĕлпулу саманĕпе кăшт сĕлкĕшленнĕ хĕр те, йĕкĕт ача-пăчалла янкăшнине кура, кулма-савăнма, хĕвеллĕн çиçкĕнме тапратрĕ. — Ну, йĕкĕчĕ вара, шоферĕ — чисти ваккат! «Ăçта каян та,мĕн тума килен те», тесе — веç хăшкăлтарса пĕтерчĕ вĕт.Кам патне кĕрессине каламасăр та хăпмарĕ. — Христинакулма-савăшма чарăнчĕ те каччă еннелле кăлин пăхса илчĕ. — Вăт, клуба чĕнчĕ вĕт çав йĕкĕт мана кĕçĕр?
— Каччи Виталий ятлă мар-и? — çав-çавах янкăшма пăрахмарĕ йĕкĕт. — Çӳç умĕ кăтраскер?
— Çапла, çӳçĕ умĕ кăп-кăтра, — аса илем тенĕ евĕр çамкине пĕркелентерчĕ хĕр. — Салтака кайманнисем, хăйне ашшĕ çĕçĕпе чикнисем пирки сӳпĕлтетсе пĕтрĕ?..
— У-у-у, унтан тем те кĕтме пулать. Ачи вĕри. Ача мар — пăшатан темелле, — тартам-тартам тенĕ куллине тĕппипех сăвĕртрĕ те йĕкĕт, хĕр енне çаврăнса, шутсăр тимлĕхлĕн сăнаса пăхрĕ ăна. Ыйтрĕ. — Ну мĕнле, пурăнатăн эсĕ, Хреççи-Хреççиçĕм?
— Начар.. Питĕ начар, — ыйтăвĕ кĕтмен çĕртенни пулмасассăн та, канăçсăррăн йăшăлтатса илчĕ хĕр. — Çаплах-тăр ĕнтĕ эпир — телейĕ юнашар чухне сисмĕше-курмăша перетпĕр, çĕтме, çухалма тытăннă чухне — хыççăн тĕпĕртететпĕр. Вăт, ăссăрсем. — Христина кăварлăкĕлеткипе йĕкĕт çумнех сиксе ларчĕ. — Кала, Андрей, юрататăн-и эсĕ мана унчченхи пекех, çулталăк каяллахи пекех? Сивĕнмерĕн-и мăшăр тума картса хунă Хреççийӳнтен? Эпĕ, эпĕ килĕшетĕп сан мăшăру пулма...
Хĕр, капла калама хăю çитернипе, тĕмпĕл-л хĕрелсе кайрĕ те тăрук сасăпах макăрса ячĕ:
— Андрей, Андрюшенька, тăванăм... эпĕ çав тери, çав тери ывăнса çитрĕм сансăр, — куççуль витĕр пăшăлтатрĕ унăн тути. — Мĕнешкел тăнсăр пулнă иккен эпĕ, мĕнешкел тăнсăр...
Андрей хăй еннелле туртăнакан хĕре çурăмĕнчен çупăрласа кăкăрĕ çумне сĕвентерчĕ те, калаçа-калаçа, ăна пуçĕнчен лăпкама-ачашлама тапратрĕ.
— Лăплан-ха эсĕ, Хреççиĕм, лăплан. Куççульпе йĕпенсе лармалла-и пирĕн халь? Кӳр-ха, сир-ха аллусене, курам санăн йăлтăр-йăлтăр куллуна, савам савма ĕмĕтленмен питне-куçне, — хыпăнчăклăн сăмахла-сăмахла Христинăна йăпатать йĕкĕт. — Хреççи, нивушлĕ эсех-и вара ку, ытамăмри этемĕм? Ĕненессĕм те килмест. Çакçӳç, çак кĕлетке, çак эсĕ... Шарт тĕлĕнмелле, шарт хытса каймалла! Кĕтмен, шухăшламан çĕртен, сасартăк! Чăн, Хреççи мар пулĕ эсĕ, ылтăн чăмакки, акăш тĕкĕ, тĕлĕкри тĕлĕнтермĕш.
— Çитрĕм Шупашкара, кĕтĕм хамăр çурта, пăхрăм пуштă ещĕкне — унта, хаçатсемпе пĕрле, çыру. Хăпăл-хапăлах вуласа тухрăм эпĕ ăна. Вуласа тухрăм та... — Христина, савнийĕнчен хăпса, тӳрленсе ларчĕ, питçăмартийĕ тăрăх йăлтăртатакан чĕлтĕр-чĕлтĕр куççульне сылтăм алă тӳрчĕпе сисĕнкĕсĕр шăла-шăла типĕтме тытăнчĕ. — Ĕнен, пултараймастăп эпĕ унашкал тума халь çине. Çырăвне вуласа тухнă хыççăн та — иртрĕ, иртрĕ вăхăт. — Ĕнтĕ Христина ĕсĕклеме те пăрахрĕ, çил тăвăнчăкĕ пăшăрхантарнăн, кăкăрĕ хумлăн-хумлăн хăпара-хăпара анчĕ унăн; сăнĕ-пичĕ хăйĕн шухăшлă таçта. — Сисмен мар эпĕ, сиснĕ, чухланă; туяттăнччĕ эсĕ манра тем вăрттăнни, йăпăр-япăрах калама юраманни упраннине, туяттăнчĕ те нимĕн те апла-капла шарламастăнччĕ, кĕтеттĕнчĕ, шанаттăнччĕ, ахăр, хамах пуçласа сăмах тапратасса, — Христина калаçăвне такăнтарчĕ те умĕнчи темĕн тĕлсĕр-палсăра вичкĕннĕн тинкерчĕ, унтан, авăкран, пурнăç çиппине çав тĕлсĕр-палсăртан сĕвем-сĕвемĕн сӳтĕлтернĕн, шăппăн, чĕри ыратнăн шăкăлтатса кайрĕ. — ...Эпир, унпа, Володьăпа, Канашри педучилищĕре паллашрăмăр. Иксĕмĕр те саккăр тин кăна пĕтернĕскерсем, иксĕмĕр те тин кăна вĕренме кĕнĕскерсем,.. Тепле пулчĕ çак: хамăр та сиссе-чухласа ĕлкĕреймерĕмĕр — юратрăмăр пăрахрăмăр пĕр-пĕрне. Пĕр-пĕриншĕн çунма, тунсăхлама тытăнтăмăр. Анчах та нумаях вĕренеймерĕ Володя педучилищĕре, çур çул ытларахран пек вăл, амăшĕ чир-чĕрпе аптăрама тапратнипе, ялне таврăнчĕ. Пăхакан кирлĕ-çке пĕччен хĕрарăма. (Володя — пĕр ывăл).. Хăй те, Володя, харам кĕрмешесех темерĕ курăнать педучилищĕре — чун туртни унăн çар училищиччĕ. «Эх, — тетчĕ Володя екки янă самантсенче, — çак Канаша вĕренме килес мар, сана та тĕл пулаяс çукчĕ вĕт, Хреççи. Вăт пурнăç, вăт путиш-мутиш», — тетчĕ. Амăшĕ каллех ураланнă пек пулсан, вунă класс пĕтернĕ хыççăн тытрĕ те пурнăçларĕ пурнăçларех хăй ĕмĕтне Володя — çар училищине кайса кĕчĕ. Çыру вĕçе-вĕç çӳрететтĕмĕр хамăр, çутăччĕ кăмăлăмăрсем, янкăрчĕ. Володя çар училищинчен тухнă çулне пĕрлешме калаçса татăлсаттăмăр. Калаçса татăласса татăлтăмăр та, шăпа, ав, хурлă шăпа, пирĕн юратăвăмăра чăл та пар аркатса тăкрĕ... — шывланчĕ Христина куçĕ, тикĕс-тикĕс пынă сасси те халсăррăн, шултăркавлăн чĕтрене-чĕтрене тухрĕ. — Ытти çулсенче те тăван ялне тăтăшах килсе тăратчĕ Володя. Юлашки çул тенĕ умĕн те вăл, амăшне курмалла, тăван ялнех килчĕ сахал вăхăта. Ĕнтĕ эпĕ çураçнă хĕр шутĕнчеччĕ, çавăнпа Володьăсем патне уççăнах пырса çӳреме те вăтансах каймастăмччĕ. Володя амăшĕ те мана шутсăрах тараватчĕ, хам та ăна, сăпайлă та тирпейлĕскере, тăван аннене килĕштернĕ пекех килĕштереттĕм... Шыва кĕме утрăмăр Володьăпа. Çитрĕмĕр. Хывăнтăмăр. Шыва усăннă лаштра йăмран тачка туратти çине хăпарчĕ те Володя çав çӳллĕшрен аялалла сикесшĕн пулчĕ. Чун темĕн ырă мара сиснĕ пекех. «ан сик, ан сик», тетĕп эпĕ ăна, «тĕпĕнче тем тĕлне тăрăнăн, малтан анса тĕрĕслесе пăх», тетĕп. Çук, итлемерĕ мана Володя, «эй, мĕн мерекки пултăр унта», тесе сикрĕ те пуçхĕрлĕ, чăмса кĕрсе кайрĕ те... — Христина, куç хӳрисене пухăннă пăтăр-пăтăр куççуль тумламĕсене кача пӳрне вĕçĕпе кăлт-кăлт тĕке-теке типĕтрĕ. — Чăмса кĕрсе кайрĕ те ним сехерленмесĕр... Тухрĕ те пăртакран шывран... Чĕп-чĕр юн хăй — çӳçĕ те, пичĕ-куçĕ те... Тӳнчĕ те çырана... — хĕр, куçĕ умĕнчи синкерлĕхрен тарса пытанасла, питне икĕ аллипе те лап хупласа хучĕ. — Кайран больница... Такам ирсĕрĕ пырса пăрахнă сӳре çине пуç купташкипе çитсе тăрăннă иккен вăл... Пытартăмăр вара Володьăна тепĕр çичĕ кунтан... — çапла каларĕ те Христина, çамки хӳттинче йăпăртлăха тăнăç тупнă аллисем унăн малтан кăкăрĕ тĕлĕпе, унтан чĕрçи тайлăмне йывăррăн, ĕшенчĕклĕн шуса анчĕç. — Халĕ, ак, — кăмака патĕнчи тĕлсĕр-палсăра паçăрхиллех тĕпсĕррĕн тинкерчĕ вăл, — амăшĕ те çук ĕнтĕ çĕр çинче текех. Ăна та, иттуш чылай чăтса пурăнма хал çитернĕскере, пытартăмăр март пуçламăшĕнче. Пĕрехмай калатчĕ мана Володя амăшĕ: «Хĕрĕм, вилнĕ çынпа шăтăка пĕрле кĕреймĕн, хăвна кин тесе курма пӳрмерĕ пулин те, ĕмĕрне хăраххăн пурăнса ан ирттер, чун килĕштернине туп та ача-пăча çитĕнтерĕр», тетчĕ. Каласса калатчĕ те апла — куçĕнче хăйĕн типĕ хуйхăччĕ, иртсен иртсе пĕтми асапчĕ. Çавна кура ăçтан чурăс чунланма пултарнă-ха эпĕ, э? — самантлăха калаçма чарăнчĕ те Христина, савнийĕ енне çаврăнса, чăр-р! пăхрĕ йĕкĕте. — Андрей, ну, мĕн пĕлтерĕшĕ пулчĕ-ха ĕнтĕ çак икĕ çын пурăннинче?.. Çуралнă тейĕпĕр, тĕнче çутине асăнмалăх астивсе пăхрĕç те яланлăхах, ĕмĕрлĕхех сивĕ çĕр айне кĕрсе выртрĕç. Ну, ватти çитсе çĕре кĕрсен татахчĕ хăть. Пурнăçне те пурăнса курнă, тутлине те, йӳççине çителĕклех тутаннă, темелеччĕ. Ах, Володя, Володя... Кала-ха, Андрей, мĕн тума çуралать этем çут тĕнчене?
Те ыйтăвĕ унччен те пĕрре кăна мар канăç паманран, йĕкĕт мĕн тавăрса каласса кĕтсе тăмарĕ хĕр — пуçланă пăшăрханчăкне çав йӳтĕмпех малалла талкăштарчĕ.
— Сасартăк чухласа илтĕм эпĕ çакна. Çил вĕрнине, юр-çумăр çунине, шыв шăнкăртатнине, çулçă шĕпĕлтетнине — пĕр сăмахпа каласан, çĕр калаçнине, хĕвел, уйăх, çăлтăр çутине илтет-курать-тĕк, ĕмĕр-ĕмĕрех чĕрĕ вăл, ĕмĕр-ĕмĕрех сывă этем. Тата çакна та ăнлантăм эпĕ, Андрей. Мĕн тери тӳрĕ пурăнас тесессĕн те, çук иккен пĕрехмай апла халлĕн çеç пурăнма. Куртăм та, акă, сана, туйрăм та, сисрĕм те чуну манăнни иккенне... Пĕлместĕн, капла йăнкăртатса ларса, тен, айванла, кулăшла та курăнатăп пуль эпĕ. Мĕнех, çук, пурпĕрех Володьăна улталани пулмасть ку, ĕнен, Андрей: текех эпĕ те вунçиччĕри йăр-япăш мар ĕнтĕ, ватă хĕр, енчен хĕресленеймен-тĕк утас сукмакăмăрсем ăнсăртран — мĕнешкел тĕрĕсмарлăх пулнă пулĕччĕ ку. Ой, шухăшлама та хăрушă... Андрей, эс ма нимĕн те чĕнместĕн çак? Каçарах, чĕлхе-çăвара ытлашши йӳнетсе ятăм-тăк...
— Чĕнесси-мĕнĕ... — куçранах чăрлаттарса ыйтнăран, тӳрех нимĕн те тавăрса калама аптăрарĕ Андрей Васильевич. — Ара-а... — тăстарарах ячĕ вара вăл пăртакран тытăнчăклăрах сассипе. — Ара, халĕ те хăнăхса çитейместĕп-ха эс юнашар иккенне. Ларатăп, ак, сан шăнкăр-шăнкăр сассуна итлесе. Ни йăпатма ăн çитерейместĕп, — йĕкĕт, хĕре пилĕкĕнчен тытса, ăна каллех хăй еннелле сулăнтарчĕ те, çурăмĕнчен çупăрласа, унăн сылтăм хулпуççине танлăн та çепĕççĕн лăпкама тытăнчĕ. — Чунăм, эпĕ сана ӳпкелĕттĕм-и? Маншăн-тăк, акă, чи кирли, эсĕ пур та сана темрен те мала хуракан эпĕ. Эсĕ, Хреççи, тапратмасăр те пултарнă ку сăмаха... Ăнланатăп: чуну таса çав санăн мĕн те пулин пытарса хăварма, чĕркĕмĕл пек таса. Туяттăм, сисеттĕм пурнăç иксĕмĕре ăнсăртранах курнăçтарманнине. Эсĕ урлă хыпарласассăн та, пуçтартăм-пуçтартăм чăтăма — çапах пуçтарса çитереймерĕм, ирĕк илтĕм те пĕр-ик кунлăха — тухса тапрăм Шупашкара. Шутсăр сана курассăм килнĕччĕ, Хреççи... Мĕн тăвăн, телейĕ çавнашкалли пулчĕ курăнать ман: сăмахлаймарăм курнăçса... Халĕ, ак, пăхатăп та — те ĕненмелле ман ку юмаха, те ĕненмелле те мар? Хреççи, нивушлĕ эсех-и вара ку, нивушлĕ — яланлăхах? — Яланлăхах, Андрей, яланлăхах, — шăпа пӳрнĕ хӳтте кайăк чĕппи евĕрех тĕршĕнчĕ хĕр. — Каламастăнччĕ-и-ха хăвăн класунтах пĕр чипер хĕрача пур тесе? Лайăх вĕренет, художник ĕçне кăмăллать, пысăк малашлăхлă, тесеттĕн? Ма, экзаменĕсене ăнăçлă тытсан, пытăр, пурăнтăр унта... Паллах, ку ула шăтăкĕнчен пăртакран Шупашкара тухса вĕçтерес темесессĕн ху? — йĕкĕт ытамĕнче телейлĕн йăшăлтатса илчĕ Христина, пуçне чалăштарса Андрее питĕнчен чеен тинкерчĕ. — Хам эпĕ, хăть вăрç, хăть хăтăр ĕнтĕ, санпа та канашласа тăмарăм — пуç тавра çавăртăм-çавăртăм та ĕçрен шат та пат! тухса килтĕм. Ялĕ те ял майлах пуль, ача яслисĕр-сачĕсĕр мар-тăр, терĕм. Ытах çук-тăк ача сачĕ-ясли таврашĕ — эп нимĕнле хура ĕçе те тиркесе тăмăп. Вăйăм пур, сывлăхăм çителĕклĕ, тупăнĕ-ха икĕ алла пĕр ĕç... Ĕнтĕ кур та тĕлĕн Хреççийӳнтен! Шăп та лăп сан хăрахху вĕт вăл! Асту-ха, хăв епле пырса çыпçăнтăн кинотеатрта. Мĕн-ха, хăвна та тĕлĕнтермĕш пултăр терĕм — сюрприз!.. Хă, шăлйĕрен! Хă, кулать, хă, кулать. Ма кулан, тетĕп, тӳлтӳк, мă кулатăн?!
Шайăн-вăйăнла, шухăшсăр шухă вăхăтсене аса илнĕлле, чăмăрĕсемпе йĕкĕт кăкăрне тăк-тăк-тăк тăкăртаттарса тĕкрĕ-тирĕнчĕ те Христина, савнийĕ ытамĕнчен вашт! хăтăлса, хĕр-ташăçă евĕр йăрăл-л! шуса тухрĕ урай варринелле. Каччă та пĕр самант тăхтаса тăмасăр — ун хыççăн.
Аллисене саркаласа, кула-кула тапăнса пыракан йĕкĕт серепинчен хăтăласла, кăмака çывăхĕнче пĕрре пĕр еннелле, тепре тепĕр еннелле пăр та пăр варкăшма тытăннăччĕ кăна хĕр — шăп çав вăхăтра алăк уçăлчĕ те пӳрте йĕр çĕклем вутă йăтнă Елькка кĕрех тăчĕ. Ăна курсан, вăрра тытнă чухнехилле, иккĕшĕ те, çамрăксем, аванмарланса хĕрелсе кайрĕç, тем самантра, ним тума аптăраса, урай варринче хытрĕç.
— И-и, хăна та пур-çке, — çĕклемне кăмака умне пăрахса, Елькка çамрăксем патне хыпаланчĕ, салпун аркиле шăлкаласа, Христинăна алă пырса пачĕ. — Тем тесен те, Хреççиех вĕт эсĕ? Кĕтетпĕр-кĕтетпĕр сана. Акă, тинех кĕтсе илтĕмĕр, эппин, хаклă хăнана, тинех кĕтсе илтĕмĕр. Аван-и?
— Аван-ха, Елькка аппа, аванах, — тăснă алла хăйĕн икĕ аллипе те ăшшăн-ăшшăн çупăрларĕ Христина. — Эсир Елькка алла вĕт, çапла-и?
— Çавă-çке, çавă, — хĕре ура тупанĕнчен пуçласа пуç тӳпи таранах куçласа-ачашласа пăхрĕ Елькка. — Алла, пирĕн киле те уяв çитрĕ иккен-ха. Энтри, эсĕ те пулин чавса лартнă юпа пек ан тăр-ха. Хырăмĕ те выçнă пуль килнĕ хăнан. Эккей, систермен. Хам та пахчапа аппаланса... Чим-ха, эп, çиччас, çиччас... Ыран, ак, кăмака хутса, капăртма шăрши те кăларăпăр. Аре, çĕрулми лартса пăрахрăмăр та паян, тасалтăмăр та пĕр чăрмавлă ĕçрен. Чим-ха, чим, эп çиччас, çиччас... Пурте йĕркеллĕ пулĕ... çиччас.
Мăшăр çунат хушăнчĕ тейĕн Ельккана, Андрейăн чиксĕр савăнăçне чухлаканскер, вăл, икĕ савакан чуна татах та хĕпĕртӳ кӳрес тесе, чупса ĕçлеме, пĕтĕм канăçне çухатса, алăкăн-тĕпелĕн вĕçнĕ пек хутласа, сăй хатĕрлеме тапратрĕ.
Ия, нумаях та кирлĕ мар иккен çынна телейлĕ пулма. Ак, Христинăпа Андрей Васильевич тĕлне телей пӳрчĕ те, Елькка та савăнăçлă, ав, Ельккан та килĕ-çурчĕ хăтлăхпа тулли, чăп.
10
Пĕр кана ăсласа çӳрерĕ-çӳрерĕ те Мукуç мучи — тупрĕ-тупрех майне-шывне шухăшласа. «Ĕхĕ, — терĕ вăл шухăшласа çитернĕ шухăшне тĕвĕлесен. — Шĕшлĕ! Эпĕ сана, ку тарана та тăнланмана-ăнланмана, акă, пăхтарам-ха тутантарса шу-утсăр пăрăçлă яшка, эрĕм шывĕпе çăралатса пĕçернине. Тьă-хху, тьă-хху, авăнман-пĕкĕрĕнмен шалча! Ха, курăр-ха, ĕнтĕ ăна, курăр, суккенски! Тăван ачи такамран пек, юнран тăван мăнукне те кĕрсе курма шутламасть вĕт-ха вăл, иçмасса. «Епле пурăнаççĕ-ши, мĕнле-ши?», тесе, пĕрре çаврăнса тухинччĕ хăть. Кай, пулать те этем, ăссăр. Хытă чĕре, чул чун! Ха, чим-ха эпĕ сана, чим, Иван Гаврилччă, шăллăм! Та-ак ташлас килмен çĕртенех ташласа ярăн, ак, хĕртнĕ çатма çинче. Так-ак пушар тухнă чухнехи евĕр ӳппĕн-теппĕн чупкалама тытăнăн. Шĕшлĕ! Непуç, хăв кăмăлу хыççăн çеç ĕрĕхтерсе-йӳçĕнтерсе çуресшĕн пулмалла та-ха эсĕ — э-э, çук, шалишь, тăри те, ав, çӳлте пăрлатса çӳрет-çӳрет те пĕр кана, ĕшенчĕке ерсен, çĕр еннех муклашка пек вăйăн! лаплатса анать. Эсĕ те, шăллăм, ĕмĕр тăршшĕпех пит каппайлансах çӳреймĕн-ха. Хĕсĕнет, ак, санăн та хӳрӳ, каттăршнăй пуçĕ, хĕсĕнмеллипех хĕсĕнет. Каларĕ тесе калăн, ак, хе-хе...»
Çапла пĕр кана вĕршĕнсе-тулашса çӳрерĕ-çӳрерĕ те Мукуç мучи кĕтӳ кĕртсе хĕвел анаспа Иван Гавриловича кĕтме мунчи умне пăрахнă пĕрене çине тухса та ларчĕ. Яланхи йăлипе, вăхăт ирттермелле, кукăр чĕлĕмне пăккин-паккин мăкăрлантарса ячĕ.
Мукуç мучин Иван Гавриловича «тăн кĕртмелли» меслечĕ хĕртсе хĕвел пăхакан янкăр кун майлах шутсăр курăмлă та шутсăр ансат.
Нина, Иван Гаврилович хĕрĕ, ку яхăна Мукуç мучи патĕнче тĕпленнĕскер, çын патĕнче пурăнма «тертленсе» çитсе тăван ашшĕ килне хуралтăн-мĕнĕн пайлама шухăш тытать те (сакунпа хăйне мĕн тивĕçнине) йӳçсе тулнă кăмăлĕ пирки вара халăх судне кайса евитлет. Кайса евитличчен, паллă ĕнтĕ, Иван Гаврилович хăлхине кĕмелĕхех сас сарса тухать ял тавра. Хыпăнса ӳкет вара янахĕ айне вут хунă Иван Гаврилович, хытă та кăраскер, тарăхăвне пĕчĕклетсе-кĕçĕнлетсех, хĕрĕ патне ӳкĕнĕçленме таплаттарса килет. Эх, тăкăлтарать вара ăна Мукуç мучи ун чухне, эх, тăкăлтарать...
Пĕртте апла-капла хăтлантарасшăн марччĕ Мукуç мучие Нина, çук, хĕрарăм кăмăлне пач уясшăн хыпăнмарĕ ватă çын. «Э-э-э, — терĕ вăл, кĕреçе сухалне лăстăртаттарса. — Калаçатăн та. Сана сиен тăвас тесе мар вĕт эп, усăллă, килпетлĕ пултăр тесе. Куратăп, сисетĕп: хăвăн та чуну аçу-аннӳшĕнех тунсăхласа çитнĕ. Хăçан майлашăнса каяс тетĕр-ха капла-апла муталанса? Килтĕр, куртăр, мăнукне пăхса савăнтăр. Шĕшлĕ! Ара, хамăра çеç асла хурса, пуçа пĕрре те пĕкес теместпĕр мар-и?.. Пĕкессе вара — пĕкетпĕрех! Çапла, каттăрăшнăй пуçĕ, пĕкетпĕрех! — пычĕ-пычĕ те старик сасси кăмăскăланса, кăмăскине тăкса тăррине тăрăлтарнăн, лапах уçăмланчĕ вăл пĕтмĕшнелле. — Ну, мĕн ĕнтĕ, Нинук, ан çиллен, сире, пĕчĕк Виттюкпа иксĕре, тăван ачам-пăчам пекех хăнăхса çитрĕм. Мĕн чул пурăнас. килет — пурăнăр, хăваламастăп. Хама та калаçса тăма — çын. Тем пекчĕ ĕмĕр-ĕмĕрлеме те кунтах юлсан. Çурт тытса пымалăх никам çук. Аван пулмалла та ху кампа та пулин уççи-хуппиленсе кунтах тымар ярсан... Ну, вăл-ку юрĕ-ха, ан çиллен. Ват çын çăварĕ у... Çапах та çаплах тăвар-ха халлĕхе. Кăтартар авăнман пилĕке тринкки-тринкки. Шĕшлĕ!» Сарасса та вара сасси-хурине урамăн-касăн хăех тăрăшса сарса тухрĕ Мукуç мучи.
Ыран ашшĕн пурлăхне катĕртме ыйтса çырнă заявление Нина райцентра, халăх судне, «леçме» каять. Апла, сасси-хури ял çине палкаса тухнăскер, ӳкĕнĕçленме юратман Иван Гавриловича шăп та лăп паян кĕтмелле, эппин, кĕçĕр, каç сĕмĕпе. Килес кăнтăр çутипе патлаттарса — ял çăварĕнчен намăс.
Мăкăрланать-ха, ав, Мукуç мучин сухалĕ хушшинчи чĕлĕм: пăккин-паккин вĕл-вĕл-вĕл...
Канлĕ таврара, лăпкă. Май варри.
Каçхи сăвăмран таврăннăранпа Нина ачипе пӳртре, тем пĕçерет, кускалать — каçхи апат хатĕрлет...
Тиевлĕ машинăна, тусан мăкăрлантарса туран анаканскерне, асра та çукчĕ кунталла пăрăнасса Мукуç мучин. Лешĕ, ятарласах килнĕн, вĕсен тĕлне чарăнса, хапха кутнелле кутăн-кутăн чакма тытăнсан, шанках тĕлĕнчĕ старик. «Çĕр хута ку мĕн мыскари тата?», тесе тăчĕ, уксакласа, шоферĕ кам иккенне паллама васкарĕ.
Виталий (ку вăл Виталий пулчĕ) кабинăран вашлаттарса сикрĕ те хăпăл-хапăлах малтан кайри борта, хыççăн сулахайрипе сылтăмрине янках уçса ячĕ. Метрласа сыпăланă хурăн вутти, килĕшсе татăлнăн, кĕптĕр-кептĕр тăкăнма тытăнчĕ çĕрелле. Унтан, тăкăнмалла пекки тăкăнма пăрахсан, ялт! хăпарса кайрĕ те йĕкĕт çӳле кузоври вутта ăçталла май килнĕ çавăнталла палт та палт ывăтма тапратрĕ.
— Мучи, леререх пăрăнса тăр-ха эсĕ, асту, ăнсăртран çамкунтан пырса кĕрĕслеттерĕ, — вутă сыпписене пăрахнă май ват çынна çурма шӳтлесерех сăмах тĕртрĕ каччă. — Савăн, асатте, хапху умнех хаплатса килсе выртрĕ вутă. Тип-типпи, хĕлле, хĕм сапса çатăр-çатăр çунаканни, хурăн вутти. Хоп-па!..
— Эй, эс каллех тем камитленместĕн-и, шăллăм, — тĕлĕннине ирттернĕ пеккĕн тинех чĕлĕмне çăварĕнчен кăларчĕ Мукуç мучи. Хăйĕнчен ниçта та хăварман кукăр пуçлă туйипе хурăн сыпписене тăк-тăк тĕксе илчĕ. — Эс, тăванăм, аçу килĕпе ман тĕле пăтраштарса яман-и, э?
— Çук-ха, чăп-чăмăр ăспах, — ватă çын йĕплешнине хирĕç лăпкăн тавăрса каларĕ Виталий. — Камитленекенни эпĕ мар-ха кунта, урăххи. Темĕн пырса кĕнĕ-çке аннен тăнне, тавай, тет, тепĕр машина вутă илсе килсе хăвар, тет. Ара, хатĕрлесе хуни те пилĕк хĕл каçмалăхпур-тăр. Лап пĕр лупасай вутă. Тытрăм та, калла-малла шухăшласа аптăриччен тесе, тӳрех кунта, сирĕн ума кĕрлеттерсе килтĕм. Ку вутăпа, Мукуç мучи, кăмака çинче шарт çеç хĕл каçса ӳкнине те сиссе юлаймăн...
— М-та-а, — шанмассăррăн тăстарса ячĕ Мукуç мучи. — Ху пирĕн тавра летлетсе-тĕртлетсе çӳрени çитмест, апла аçу-аннӳпе те урлă тăвасшăн-ха эсĕ пире? Çук, шăллăм, епле тиесе килсе тăкрăн, çаплах каялла турттарса кай... Выртин вырттăр çакăнта вунă хĕл — пӳрнепе те пырса тĕкĕнессĕм çук эпĕ ку вутта. Ĕлĕк те çынна кĕленмесĕрех пурăннă, халĕ те сире пуççапассăм çук. Атя, тие те вуттуна каялла — марш килнелле! Шĕшлĕ!
Çамки çине усăннă кăтрине ласт! хыçалалла пăрахрĕ те Виталий яшт! тӳрленсе тăчĕ.
— «Марш килнелле!» Эп, пур, чунтан-чĕререн, пĕтĕм кăмăлтан, вăл пур... — кĕçĕтмен ĕнсинех кăтăр-кăтăр хыçса илчĕ йĕкĕт. — Ну хирĕçтĕр, эппин, кутăнлаштăр аннем. Эп ун укçипе мар, хам укçапа саплаштарнă ку вутта. Тепĕр тесен, кам эпĕ? Арçын-и, арçын мар-и? Ачам ман кунта... арăмăм та...
— А-а-а, — чĕртсе панă кăвайта пушшех çулăм хыптарма тытăнчĕ Мукуç мучи. — Тинех аса илтĕн-ха, эп-пин, вĕсем çинчен, шĕшлĕ. Çӳрерĕн-çӳрерĕн пулать те вĕшле йытă пек янккаса, касран каса, халь, эппин, сан пуçунта — арăм, ача... Тăктартăн-тăктартăн пулать те хĕр куççульне мĕн чул, халь, эппин, пыллă сăмах, вутă. Суккенси! Шĕшлĕ! Кути-мути!.. Арăм, тет-ха тата! Ăча, тет... Ы-ых! Туртса çапăттăм та сана çурăмăнтан çак патакпа...
— Чим-ха, Мукуç мучи, чим. Йĕркеллĕ пул-ха эс, тархасшăн, ан шавла. Урамĕ те, ав, каçхи урам,ян-ян... — ватă çын ятлаçнă хушăрах кузоври вутта аялалла пере-пере пĕтерчĕ те Виталий çĕре тăрăст! сиксе анчĕ, машинăна кăшт маларах уттарса бортсене хăпартса çаклатрĕ, унтан, тем каламалла пекле, кĕреçе сухал умнĕ пырса тăчĕ. — Мукуç мучи, çара ăсанмалла манăн тăватмине. Повестка пырса пачĕç. Туятăп: каяççех мана ку хутĕнче илсе... Айван пулнă, суккăр пулнă вăхăтĕнче, пурне та ăнланмах та тăрăшман-тăр. Ан çиллен ĕн-тĕ, Мукуç мучи, ан вăрç, — айăпа кĕнĕн, калас тенине йăвашраххăн пĕр кĕвĕллĕн тăстарчĕ-тăстарчĕ те йĕкĕт, юлашкинчен, старике каллех шалт тĕлĕнтерсе ярса, уçă сассипе кăлтăр-р кулса ячĕ. — Сăра çакса яр ыран, Мукуç мучи, сăра. Туй туса ирттерĕнĕр Нинăпа иксĕмĕрĕнне, чи-чи чăннине, чи-чи шеппине. Илтетĕн-и, ырă асатте, туй пулать, туй. Уру тупанне лапаткаласа хур, ырă мучи, ташă пулать, ташă. Ха-ха-ха!..
— Кăххăм! — иккĕшин хăлхи анисенче те пылчăк пек хыттăн пырса тирĕнчĕ Иван Гаврилович тăрăшсах сас пани. (Савăнчĕ ăшĕнче Иван Гаврилович: ятарласа мар-çке, вутă тиесе килнине кура, шăв-шава илтсе пăрăнса кĕчĕ вăл кунта). — Кăххăм! Вăй патăр теме вăй паракан хĕвелĕ те паçăрах анса пытаннă. Иртсе пыраттăм-та, тупăшлă пулнă иккен эсир — хапха ум тулли вут, кĕр-кĕр калаçу... Хурăн вутти курăнать, хĕрӳ вутă. Мĕнле, чылая парса илтĕн-и, Мукуç мучи?
Итлесе тăмарĕ вĕсен калаçăвне Виталий, тапранма пуçтарăннăскер, кабинăна вашт кĕрсе ларчĕ те, машинине хуллен кăлтăртаттарса, хăйсен кассинелле ярăнтарчĕ.
Майлă та урлă та чĕнмерĕ Иван Гавриловича хирĕç Мукуç мучи, тĕлсĕр-палсăр сапаланса выртакан вут куписем урлă кукăр пуçлă патаккипе унталла-кунталла сĕмлешкелесе иртрĕ те паçăрхи пĕрене çинех лăкăшт! пырса ларчĕ. Иван Гаврилович та Шĕшлĕпе юнашар вырнаçрĕ. Иккĕшĕ те, калаçса татăлнă пек, кĕсйисенчен туртмаллисем кăларса (Мукуç мучи чĕлĕмспе махоркине, Иван Гаврилович пирусне) васкамасăр мăкăрлантарса ячĕç. Иккĕшĕ те, туртăнтарса çитернĕ хĕлĕхе кам маларах тĕкĕнсе йăнлаттарасса кĕтнĕн, шухăшлăн пусăрăнчĕç...
— Ĕнер колхоз председателĕн ĕни кĕлерĕнсе вилнĕ, тет-и... — Иван Гаврилович енне пăхмасăр, хăй ăссĕнрех кĕвелĕклентерчĕ сăмаха Мукуç мучи, çăварĕнчен тухакан шĕвĕ тĕтĕме канлĕн те техĕмлĕн сăвăра-сăвăра. — Эккей, тăнланман этем. Миçе каламан пуль ĕнтĕ эпĕ ăна «хывтар, хывтар Саттал варĕ урлă кĕпер», тесе. Инкекĕ, ав, катăршнăй пуçĕ, хăй тĕлнех сĕтĕрĕнчĕ тухрĕ... Пуçа хумасть вĕт ман сăмаха...
— Куртăм: паян ирпе хурса кайрĕç-ха мурккана, чавса чикме, — калаçăва мĕнрен пуçлама пĕлменрен алха-пăлах пулчĕ кунашкал çăлăнăçа Иван Гаврилович. — Кĕлевĕр çинче çӳресе кӳпĕннĕ иккен те, мĕскĕн, Саттал варĕ урлă каçнă чухне пашлатсах аннă лачакана — çăлăнайман. Пĕтнĕ вара янавар, чыхăннă шĕвĕ пылчăкпа, антăхнă... — сăмах евĕккĕн пуçланнине кура хĕрĕ пирки пĕлессине те таçта хыçах хăварас темерĕ ашшĕ. — Тепле, те килтехчĕ ĕнтĕ Нинук? — çапла каларĕ те вăл Мукуç мучи еннелле йывăррăн пăхса илчĕ. — Калаçмаллисем-пуплешмеллисем пурччĕ те ман унпа...
— Апла эппин-ха... — тӳлек пынă сассине тăруках тăнк! хытарчĕ кĕреçе сухал. — Шĕшлĕ! Калăттăм та эп сана пĕрре, шăллăм! Тинех хĕрӳ çинчен аса илтĕн пулать-ха, эппин, караппăл?! Мĕн, хӳрӳ вĕçне туй килчĕ-им, а? Этем мар эс, Иван, шăршлă пăрака! Вĕлтĕрен! Хăрăм! Куçа йăнк тăрăнакан хылчăк! Ват!.. — тути хĕррисене сивчир тытнă чухнехилле вĕтĕр-вĕтĕр чĕтрентерсе тăчĕ-тăчĕ те Мукуç мучи, унтан сулахай аллинчи туйипе сăмлĕхре такама яр-р туртса çапнăн, сывлăша чар-р! çурса антарчĕ. — Эх, пурăна пĕлмен пĕтпĕлтĕк! Ха, салаттарас килмест-ха апла пухнă пурлăхна! Ĕнсӳне кăтăр-кăтăр хыçатăн-ха, эппин! Калăттăм та сана пĕрре, эх!.. Нина пек, чĕвĕл чĕкеç пек хĕре, килӳнтен хăваласа кăларса янă та эсĕ, намăссăр. Тьху!..
— Ара, эп мĕн... — хăйĕн те чĕкеçĕнниех мар кăмăлне шатăрт! пăркăчларĕ Иван Гаврилович: пырас урлă урата çывăхне те утăмлаттармĕ кĕреçе сухал. — Ара, килте-çуртра кашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулать-и? Хам та, ухмаххи, тилхепине кăрарах тытрăм-няк. Ĕмĕр курман намăса кăтартрĕ те, апăрша хĕрĕ: аркă айĕпесĕрсе-çаклатса кĕчĕ. Эп, мĕн, ара, Мукуç мучи... манас тетĕп ĕнтĕ пулни-иртнине. Ялан тарăхса та... Çапла кала, эппин, хĕрĕме: чару çук, те, аçунтан, кĕтеççе, те, килĕнче, каçарчĕ те... пытăр пуçтарăнса.
Кайма хатĕрленнĕн, Иван Гаврилович пĕр вырăнта ăшăлтатса илчĕ, пирусне сӳнтерчĕ.
— Тирĕк-кашăк шăкăртатмасăр! — каллех вăрăм чăпăрккипе шартлаттарса туртса çапрĕ Мукуç мучи. — Ваннă, саланнă ĕнтĕ сан тирĕк-кашăку! Ăçта сан ӳсен-пĕр ачу? Таçта, мур шăтăкĕнче, касман турта пуçĕнче... Кам айăплă тен çавăншăн? Ху, Иван шăллăм, ху. Курсах тăр, вĕçтерет, ак, тухса кĕçĕнни те. Тĕкленсе çитет те ухса вĕçтерет. Юратмастăн эс ачусене, акă мĕн — юратмастăн! Пытăр мар, Иван шăллăм, пытăр мар, — тăнланана тăн кĕртсе çитересле, ури вĕçĕнчи вут тăрăхне туйипе такка-такках хĕрӳленчĕ кĕреçе сухал. — Мăшăрăрах утпа, тройкăпа, килсе илмелле сан ăна, Нинăна. Ывăл, ывăл парнелерĕ вăл тĕнчене! Эх, кăшкăрса ярать те пĕчĕк Виттюк пĕрре! Ну, янрав та вара сасси! Шĕшлĕ!..
Ăсĕнчи ача сассипе килпетленнĕн, сухалне кăмăллăн шăла-шăла, пĕр çемĕ лăх-лăх кулса та пăхрĕ Шĕшлĕ. Унтан тăчĕ, кĕçĕн алăк патнелле утрĕ, килнĕ хăнана кĕрсе тухма чĕнчĕ.
— Ялан ятлаçнипе те япала янтăлаймăн. Атя, хисепту. Яшка та паçăрах лакăртатса вĕретчĕ. Тĕпсакайĕнчине те хыпашлакаласа пăхăпăр, ара, мĕн... — текелесе, çавăтса илсе кĕчĕ вăл хăйĕн те ратлансах кĕме кăмăлĕ пур Иван Гавриловича картишне.
Вĕсене, калаçкаласа хăпаракансене, сисĕмлесен, сăпкари ывăлĕ тепре вăраниччен сĕнксе илме хатĕрленнĕ Нина хăпăл-хапăлах тăрса ларчĕ, кĕпе тăхăнса ячĕ, тĕпел кукринелле вăшăл-вăшăл васкарĕ. Ашшĕн «манăн килес, çӳреççĕ-и?» тенине илтсен, пичĕ-куçĕ кăвар пек пĕçерсе кайрĕ унăн, темшĕн шыв куркине ярса тытнăскерĕн, шĕлтĕр-р пĕтсе килчĕ вăйĕ, унтан Мукуç мучин «хăна килчĕ, сĕтел çине хатĕрле-ха, Нинук» тесе хушнине янтăласан, сĕлкĕшне те, вăйĕ пĕтсе килнине те манса, чупса-вĕтеленсе хутлама тапратрĕ сĕтелĕн-тĕпел кукрин. Яшка антарчĕ, кашаксем пырса хучĕ, çăкăр касрĕ, таçтан пĕр кĕленче «çутти» те туртса кăларчĕ.
— Ăçта-ха пирĕн пăхаттир, кăтарт-ха, — пат, пат пусса, Иван Гаврилович малалла иртрĕ, сăпка каррине сирсе, мăнукне тĕсемелĕх кăшт ӳпĕнчĕ. — У-у-у, пысăкланнă! Тутисене чап-чап тутарса çывăрать. Ну, парать-ха ĕнтĕ вăл мана, ӳссе çитсен. «Кукаçи, хăваласа кăларса ятан мана çавăн чухне, астăватăн-и, халь сана хăмăнах пăхса ватăлтармалла», тесе. Ăт, пурнăç, э? — сăпка умĕнчен пăрăнчĕ те Иван Гаврилович хистенĕ çĕре, сĕтел хушшине, кĕрсе ларчĕ. — Хĕрĕм, заявлени леçме халăх судне каять теççĕ сана, тĕрĕс-и? Пурлăхĕ-ырлăхĕ тарамччĕ-ха, элле аçу чĕрине те хĕрхенми пултăн-и ĕнтĕ эсĕ, хĕрĕм? Куршĕ-аршăран, ялйышран намăс-çке капла, на-мăс-с...
— Сивĕре, хĕл кунĕнче урама кăларса яма намăс пулман-ха тăван хĕрне пĕчĕк ачапа, — лешĕ тăрăшсах ӳкĕнĕçленнĕрен йĕплесе илеймесĕр чăтаймарĕ ăна Мукуç мучи. — Эккей, çĕрме пуян, эккей, Паттăй хан.
— Хăваласах та хăваламанччĕ те-ха... — тӳрре тухнă евĕр, каллех сассине йăмшаклатрĕ Иван Гаврилович. — Çилĕ тулса тăкăннă самант пулнă-тăр, эппин. Çавăншăнах, ия... судсем-темсем тăрăх çӳреме... — Мукуç мучипе шаклатнă черккине шалтах пушатса хучĕ Нина ашшĕ. Ĕçнĕ хыççăн, умĕнчи яшкине ячĕшĕн тĕкĕнкелесе (хăй те апат хушшинчен тухса уттарни тин), сăпка çывăхне йăпшăннă хĕрне куçĕнчи кăмăллă хĕлхемĕпе çупăрларĕ.
— Эппин, мĕн, эппин, эсĕ, Нина... Ыран аннӳпе йăмăкна ярăп кунта. Кăнтăр çутипе. Курччăр, пĕлччĕр: аркансах арканман-ха Кавĕрле Иванĕн килйышĕ.
Мукуç мучи хистевлесех тыттарнă иккĕмĕш черккене те çăварĕ патне илсе пычĕ Иван Гаврилович. Анчах ӳпĕнтерме ĕлкĕреймерĕ ăна. Пӳрте варшăнчăк Турчăкасем — Кулипе Хвеччисĕ — кĕптĕр-кептĕр кĕрсе те тăчĕç. Арăмĕ — малтан, Кули — хыççăн.
— Ха! — хăй йăлилле мар хыттăн янраттарса ячĕ Хвеччис урата урлă каçнă-каçман. — Пухăн-нă! Ха! Сĕтел тулли ĕçме-çиме, «çутти»! Çо-ок, иртерех савăнатăр-ха эсир, иртерех! Пилсĕрсем!.. Пултăр пулать те иккен харамми тĕлне — савăнатăр!..
— Ат-тя-тя-тя!.. — тăрăхланă евĕр сасăпа наччас пӳлсе хучĕ Хвеччиса Мукуç мучи. — Янккамас! Эп астăвасса, килен-çӳрен чăваш çын алăкĕнчен кĕнĕ-кĕмен сывлăх сунаканччĕ те мĕн çăмăлпа хыпăннине пĕлтерекенччĕ. Тен, йăнăш тĕпĕртеттерсе кĕнĕ эсĕ кунта, Хвеччис, çурт тĕлне пăтраштарса янă?
— Янккамас! Пăтраштарса янă! — сылтăм урипе урайне тăрăст! тапса илчĕ хĕрарăм. — Сывлăх сунма кăна мар, питӳнтенех лачлаттарса сурмалла та сана, ват шуйттана. Тилĕ! Малтан ак кăна, Иван Гаврилччă хĕрне, илĕртсе кĕтĕн ху патна, халь ак, сухалу ĕнсе кайманĕ, ман ывăл пуçне айăн-çийĕн çавăрттаратăн. У-у-у, сăтăрçă, тимĕр тылă! Кала-ха, пирĕн çемьене аркатма мĕн турăмăр эпир сана, кала-ха, мĕн турăмăр?! — питне-куçне хăр-харрăн пĕркелентерсе упăшки еннелле варт! çаврăнчĕ вăл. — Эс ма тата нимĕн те чĕнместĕн? Чĕлхӳнтен икĕ пăтлă пукан çакса ятăн-им? Ытти чух чарсан чарăнми çатăлтататăн, кĕçĕр ак... Эх-х, ман пуç çине анчах-шим çак пурăнăç!
Хвеччис, ĕсĕклем пек туса, куç хӳрисене саппун аркипе шăлкаласа типĕтме тытăнчĕ.
Арăмĕ ӳппĕн-теппĕн çавăтса тухнă Турчăка Кулин кăмăлĕ те пач Хвеччисăн кăмăлех мар-ха, хавасĕ-ĕренки унăн йăлт Иван Гавриловичпа юнашар ĕнтĕ, «çутти» кĕленчиллĕ сĕтел хушшинче, йăнкăл-янкăл черкке умĕнче.
Каçхи хăнасем асар-писер килсе кĕнипе туртăнчăкланчĕ пулин те — нимĕн те шарламарĕ-ха Иван Гаврилович, аллинчи черккине сĕтел варринерех тĕкрĕ те ар-çын пăшатан пек куçĕпе алăк еннелле тĕллерĕ: хăйне ял çинче чĕр мăшкăл кăтартнă ывăлăн ашшĕ-амăшĕ пирки темĕн ырă марри тĕв тăвать, ахăр.
Нина тĕпелте. Тĕпел кукрине картлакан чаршăв çывăхне тăнă та вăл нимĕн тума аптăранă; ĕç-пуç çапла хăвăрт çаврăнса тухнăшăн тĕлĕнсе, пĕрре Мукуç мучипе ашшĕ çинелле, тепре кĕптĕр-кептĕр хăнасем çинелле пăха-пăха хĕреле-хĕреле каять хĕрарăм сăнĕ-пичĕ. Епле сăмах хушсан аван пуласса ниепле те чухлаймасть.
— Акă мĕн, хаклă йӳçкассем, — тăчĕ Мукуç мучи. — Ырă сунса килтĕр пулсан, тархасшăн, тĕпелелле, капла лăр-лăр калаçса тăратăр пулсан — тĕкĕр те алăк хăлăпне — тулалла. Асту, эсĕ тесе пăхса тăмăп, Хвеччис, нач-час алăк хăлăпне чуптутарса илетĕп. Патехвун!
— Ха! Ха! — чалак лаша хурĕмех мăрт-мартланчĕ кӳреннĕ-тарăхнă хĕрарăм. — Эс мана апла-капла каласа тăкăлтарма-и-ха! Ватсупнă! Ывăлăма илĕртрĕн пулать те, вуттине кунта килсе тăктарам терĕн-им?! Э-э-э, çо-ок, ырă çыннăм, кĕреçе сухал, килсе тăктарма намăсу епле çитрĕ, ман хапха умне те çапла халлĕнех пыртарса пăрахтар. Машинпа-и унта, кӳме урапи вĕççĕн-и — нимĕн те пĕлессĕм килмест, ыран кăнтăрла тĕлне штуп ман картишĕнче саркаланса вырттăр çак вут. Пăхăнмасассăн-и, каланине хăлхуна чикмесессĕн-и?! — сывлăша пăтăр-патăр кастарса, чăмăрĕпе тĕпелелле вашт сулчĕ «пыл чĕлхе». — Кунта вара, хăть сĕн, хăть ӳкĕтле, лармастăп. Эс мана сĕм-ухмахах тăратса хăварасшăн-мĕн те, э-э-э, çо-ок, пиçеймест ун пекки ĕмĕрне те, çо-ок, пиçеймест. Юрать, пуçĕ-алли хамăн та саккасах ĕçлет те... Чим-ха эп сана, чим, такăна пĕлмен тăкăскă...
Тăчĕ Мукуç мучи, ларчĕ, кĕсйинчен чĕлĕмне кăларчĕ, чăпăкне махорка тултарса туртса ярас терĕ — туртмарĕ.
— Итле-ха, йăмăкăм, пыл чĕлхе, — шăртне чăшăл-л!тăратрĕ чăтнă-чăтнă Мукуç мучи. — Çăтăл-çатăл! Мăн аслаçу шутĕнче пулатăп вĕт эпĕ сан. Тикĕт! Ирт тĕпелелле, лар, калаç этемле. Пĕл тĕпĕ-йĕрĕпе малтан, кайран — çуйхаш!.. Шĕшлĕ!
Хвеччис Ивап Гаврилович еннелле çаврăнчĕ.
— Ха! Ха! Кур-ха, пĕлнĕрен çапла пулса тухрĕ те ĕнтĕ вăл. Тĕпĕ-йĕрĕпе... — тулхăрма пăрахмарĕ картран-сăпайран вĕçерĕннĕ этем. — Калăттăм та... Хĕрне чармалла пулнă, Иван Гаврилович, хĕрне, ясар хĕрне... Чупкăн! Выртса-йăваланса çӳреççĕ те. Тьху!
Татах тем каласа тăкатчĕ пулĕ те хĕремесленнĕ хĕрарăм — калаттармарĕ ăна тек çилли-пăшши палкаса хăпарнă упăшки Куля, ку самантчен мăкăл та таптарман Куля, талт-талт пусса тĕпелелле хăвăрт иртрĕ те чăмăрĕпе сĕтеле шан-н тутарчĕ; чăн-чан, лăк-лак сасă пачĕ каçхи апата лартнă савăт-сапа.
— Намăссăр! Чарăнатни, чарăнмастни эс юлашкинчен! — арăмĕ çине хаяррăн пăхса илчĕ те вăл, умĕнчи черккене тултарса, пӳртрисем ни ырă, ни усал шухăшласа ĕлкĕриччен кĕленчери эрехе яп çеç упĕнтерчĕ çăварне; ӳпĕнтерчĕ те шăл айне хумалли хыпса-чăрманса тăмарĕ, çанă вĕçĕпе лаш çеç туртса типĕтрĕ тутине, типĕтсен, арăмĕ енне кăн-н тирĕнчĕ шăртлă куçĕпе каллех. — Çак килте çапла супăшса тăмалла-и пирĕн, тăнсăр! — мăшăрне ак-ак пăскăртма тытăнчĕ йăваш-йăваш тенĕ Куля. — Хăвна пĕл-ха эс, хăвна, кĕрт ами! Сана, тепĕр арçын пулсан, калаçтарса-лăпăртаттарса та тăмасть, тытать те лат! тапса вăркăнтарать кутран. Аптăк-каптăк! Шампа! Аскăн-тĕскĕн! Килтĕн, çитрĕн тĕпĕртеттерсе...
Упăшки кунашкаллине ĕмĕрне курман Хвеччис шак хытнă. Халь вăл, самант шавкăнĕпе анкă-минкĕленсе, çул хĕррине чавса лартнă юпалла тапранас тет айккинелле-майккинелле — тапранаймасть, хушас тет пăт-пат сăмах — хушаймасть.
— Лăпăрти! — арăмĕн тăвăлĕ йӳçсе тăкăнма хал çитерейменнине кура çĕнĕ вăйпа янăраса кайрĕ Турчăка сасси. — Уппĕн-теппĕн! йăнкăлса-чăнкăлса çӳремелле-и пирĕн кунта! Урайне шап! Персе анса, çамкасене шарт! çуриччен пуççапса хăшкăлмалла Мукуç мучие пирĕн! Илтетĕн-и: çамкасене шарт çуриччен пуççапса хăшкăлмалла! У-у-у, тăнкăл-танкăл! — сылтăм аллинчи вăта пӳрнипе сăпка еннелле кăлт! кăнтарчĕ Турчăка Кули. — Кам вăрлăхĕ тетĕн эсĕ çакна, э? Сан, сан ывăлун вăрлăхĕ ку, йоккăр-маккăр, пирĕн манукăмăр, пирĕн кил-йыш çынни. Вăрçма, çăй-çай туса çӳреме мар, тав тума сăмах.. çитерме пĕлмелле мар Мукуç мучие пирĕн. Эпир вара, ак, икĕ тăрлавсăр... — кĕленчери шĕвеке черккене паçăрхи майлах вăш-ваш шăкăртаттарчĕ те арçын хă-пăл-хапăлах пушатса та хучĕ ăна. Пушатнă хыççăн айăплă куçĕсемпе пĕрре Мукуç мучи еннелле, тепре Нина еннелле вĕлт пăха-пăха илчĕ вăл (сĕннĕ-сĕнмен хăналаннăран аванмарланчĕ ахăр). Вара, сĕтел патне вашкăртса пынă майлах, пуçне яшт каçăртса, арăмĕ умне таплаттарса пычĕ. — Атя, ут, çитет хамăртан култарса, — Хвеччиса хулĕнчен шарт! ярса тытрĕ Куля. — Тупнă вут-шанкă пирки сӳтĕлсе тăмалли. Тăвансем вĕт кусем пирĕн, хурăнташсем! Кунта мар, килте сăмахласа пăхăпăр-ха санпа, килте,-ай-яй сăмахласа пăхăпăр... Атя, ут, ут, ан турткалаш.
Алăка йăрăл-л тĕртрĕ те Турчăка Кули, арăмне танклаттарса, пӳртрен илсе тухса кайрĕ. Хăюлланнă арçыннăн пăтăр-патăрĕ алкум урати урлă каçсан та тӳрех лăпланмарĕ, картлаçран анса картишĕпе иртнĕ чухне те, çĕрлехи шăплăха шуйхатса, йӳçрĕ-ха явăнчĕ-ха унăн тăкăсĕ, лешсем хапха умĕнчи вут купинчен пăрăнса Йӳçкасалла сулăнсан тин йăмрĕ, çухалчĕ пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕнех ку сас, пĕтрĕ. Çăлтăрлă тӳпе айне каллех тăплăх, ăшă сĕм анчĕ.
...Те пӳртре шăп пулса тăнипе, те, хырăмĕ выçса, «тӳт-тӳ» еннелле туртăнма вăхăчĕ çитнипе, çари-и! кăшкăрса ячĕ сăпкари Виталий сасартăках. Виççĕшĕ те, Мукуç мучипе Иван Гаврилович та, Нина та, Турчăка Кулипе Хвеччисăн тĕр-тĕрĕпе чылай вăхăта шăпăртланнăскерсем, пăчăх сывлăша хăваласа кăларма чӳречене янках уçнăн, хаштах сывласа илчĕç ача янкăсĕ хăлхисене перĕннĕ-перĕнмен. Нина кăмака çывăхĕнче тăраканскер, шарт сиксе, вĕçнĕ пек хыпăнса пычĕ сăпка патне, ачине хăпăл-хапăл йăтрĕ те, кăкăрĕ çумне чăмăртаса, чаршав хыçнелле хыпаланчĕ. Кăштахран пĕчĕк этем пăшăрханăвĕ те çĕтрĕ унта, канăçрĕ, «тӳттӳ» тĕлне тупрĕ ĕнтĕ телейлĕ чун, пур чухне те хӳтĕ пама ăнтăлакан амашĕ хӳттине лăпчăнчĕ...
— Ларсах кайрăм. Йăпăрт кĕрсе тухăп тенĕччĕ те — пулмарĕ, — пытармарĕ хăй кăмăлне Иван Гаврилович, сĕтел хушшинчен йывăррăн çĕкленнĕ май. — Мĕн ĕнтĕ, Нинук, хĕрĕм... — тĕреклĕ пуçне тĕпел кукринелле канăçсăррăн пăрчĕ ашшĕ, — ыран ирпе тăр хатĕрленсе. Килĕпĕр вара аннӳпе иксĕмĕр... Хам та, мĕнле калас, мăнукшăн тунсăхласах çитрĕм. Тен, ачамсен ăсĕ ӳркеннине, ку шĕвĕрри, тĕпленмеллипех тĕпленĕ-ха тăван килĕмре. Тен, чăн та, кам, пĕлет ара... — Иван Гаврилович сăншăн-хăналанăшăн Мукуç мучие пырса алă пачĕ те, тав туса хăварса, алăк патнелле вирлĕн сулăнчĕ. — Ну, сывă пулса юлăр-ха, уттарам-ха, эппин, — терĕ те çĕрлехи сĕмлĕхе тухса та çухалчĕ.
Мукуç мучи те тăчĕ. Ывăçĕнче паçăртанпах сиктеркелесе-пăчăртакаласа хăшкăлнă чĕлĕмне вăл, пусма татăкĕпе чĕркесе, кĕсйине чăмтарчĕ те хурала кайма хатĕрленме тытăнчĕ. Пĕчĕк кушиле çăкăр чĕллипе пиçнĕ çĕрулми, икĕ чĕрĕ çăмарта, тăвар хучĕ, кĕленче савăтне пылак чей лартса, çекĕлте çакăнса тăракан вăрăм халатне вĕçертрĕ.
— Эп — хурала. Чипер тăрăр-ха, эппин, — терĕ те вăл, хăй хыççăн пӳрт алăкне тачă хупса хăварса, картишне анчĕ, урама тухрĕ, вут купи умĕнче, самантлăха чарăнса, шухăша путнă пек пулчĕ, кукăр мăйлă туйипе, хурăн сыпписен çирĕплĕхне пахалассăн, тăк-тăк тĕккелесе пăрĕ, унтан сулахай урин сисĕнкĕсĕр уксахĕпе ферма еннелле лăкăштатрĕ...
Тăп Анат Сăрмăшпа Тури Сăрмăш çийĕнче, канлĕхлĕ...
Ачине ĕмĕртсе, юрла-юрла çывăрттарса янăскер, Нина, кĕçĕр мĕн курни-илтнипе ăшне вĕçтерсе, алăкăн-тĕпелĕн çӳрерĕ-çӳрерĕ те, канса кăтăш пулса илем тесе, тĕпел кукринелле сулăннăччĕ кăна — шăп çав вăхăтра урам енчи чӳречерен такам тăкăр-тăкăр тутарчĕ йыхравлăн. Темĕн çулăнчăка сиснĕн, кăлт-кăлт-кăлт тăпăлтатса тăвăнчĕ хĕрăрăм чĕри. Сывлас сывлăшĕ те йăмрĕ.
Нина, тухса тарас пек чĕрине лăплантара-лăплантара, чӳрече патне хыпаланса пычĕ.
— Кам унта? — кам иккенне сиснĕ-туйнă çĕртенех шиклĕн, хăюсăррăн ӳпĕнчĕ вăл чӳрече анине.
— Эпĕ-ха ку... Нина, уç, — пӳртри çынна тĕмсĕлсе,кантăк çумнех лăпчăнчĕ тилмĕрчĕк сăн.
Нина чĕри, палланă сасса уяса, пушшех те читлĕхе лекнĕ кайăк чĕппиллĕ тĕпĕлтетме тытăнчĕ.
— Виталий, эсĕ-и? — вĕлт вĕçерĕнсе кайрĕ хĕрарăмчĕлхи вĕçĕнчен хыпăнчăк кăмăл. — Турăçăм!..
Чӳречене йăрт-ярт уçса ячĕ Нина.
— Мĕн кĕмсĕртеттерсе çӳретĕн эсĕ çĕр хута? — терĕ вăл тăруках ним калама та аптăраса. — Вăрă-хурах...
— Нина, килте-и Мукуç мучи?
— Çук, хуралта.
— Тух-ха, калаçмаллисем пур.
— Çиччас.
Тĕк пек çăмăлланса кайса, тĕлпулăва малтанхи хут хыпаланакан хĕр евĕр пуç çухатса сиксе тухрĕ Нина хапха умне, сиксе тухрĕ те вăшт çеç кĕрсе ӳкрĕ Виталий ытамне!
— Ай!..
Хĕрарăм, ку ытам ăшшине чылайранпа кĕтсе ĕшеннĕскер, ютшăннă хӳтте лекнĕ-лекмен ним аваннипе аванмаррине те ăнкарма-тăнкарма ĕлкĕреймерĕ-ха, самантран тин, çурма хăюлланнă тута хăй тути таврашĕнче сĕмсĕррĕн йăшăлтатма тапратсан, темле кăрт-карттăн, сисĕнчĕклĕн çӳçенсе илчĕ те — кĕлетки сулăмĕпе кăлт! тĕкрĕ вĕтеленчĕк этеме кăкăрĕнчен; лешĕ, унашкал-кунашкал тĕв туманскер, лĕпсĕр-р анса ларчĕ вут-шанкă купи çине.
Нина, сылтăм алă лаппипе тутине хупласа, йăсăл-йăсăл кулса ячĕ. Кулса пĕтерсен, сак хĕррине пырса вырнаçрĕ.
Тăчĕ Виталий, ячĕшĕн тенĕ пек шакканкаларĕ те айăпа кĕнĕ айванла ленк! сĕвенчĕ Нинăпа çумлăн.
— Эпĕ мĕн, эп — чăнласах... — хăйăлтин-мăйăлтин çăрхăнса тухрĕ унăн çăварĕнчен ӳкĕнчĕк сасă. — Эх, арăш-пирĕш аптрашки...
— Йăнкăлтатсах-панкăлтатсах... Вуттуна та çав сăлтавпах илсе килсе тăкрăн-и? Эх, Виталий, Виталий!.. — арçын кĕлеткинчен тĕрлеттерекен ăшăран тарасла, унран аяккарах сиксе ларчĕ Нина. — Шеллеместĕр, ăнланмастăр эсир пире, хĕрарăмсене. Тăнла: пирĕн те чĕре вырăнĕнче чĕресемех вĕт, чул мар. Юрĕ, эппин. Пыр, кайса-çаврăнса кил çарне-салтакне. Тен, аякра-мĕнре, пире пĕчĕк Виталипе иксĕмĕре, çывăхрах хаклама вĕренсе çитĕн...
Нина, еккилле-ăшпиллĕ шухăша лексе, тăнăçлăн шăпланчĕ. Хĕрĕнни евĕрлех тăпăл-тăпăл кăкăрĕ унăн хумлăн-хумлăн хăпара-хăпара анчĕ, каçхи уяр çутăри чăмăр тути йăл-йăл чĕрĕле-чĕрĕле ăшăнчĕ.
— Çапах та нимĕн татăклине те пĕлтермерĕн-çке эсĕ, Нина? — «çырăнман мăшăрĕн» салтăнмалли тĕввине салтмах хыпăнса пăхрĕ Виталий. — Кĕтетĕп, кĕтетĕп... Ма хамăртан хамăр именсе тăрас — тытас та кĕрлеттерес шепрен те шеп туй! Нина, чунăмçăм... — вăл, ăна пилĕкĕнчен ыталаса, хĕрарăм хăлхи çывăхне ӳпĕнчĕ, — атя, кĕçĕрех вăрласа кĕрем санă, вунçиччĕри хĕре хĕве хупнă пекех хупам хĕве?
— Эй, ларатăн та çав кăлтăртатса, — пӳрнĕ çыннин ытамĕнче шăпăртланма кăмăллă пулин те, сăпайшăн хускалкаласа, йăшăлтаткаласа илчĕ Нина. — Кăвакарчăн!.. И-и-и, тытман упа тирне сĕвессипех эс. Атя, тапратар мар ун пирки. Акă, хăвах ăнпа-тăнпа шухăшласа пăх-ха...
Ăнпа-тăнпа шухăшламаллине татах та шăкăлтатас евĕкĕ пурччĕ-мĕн те Нинăн, анчах çак вăхăтра уçă чӳречерен ача макăрса яни илтĕнсе кайрĕ. Тĕпренчĕкĕн чĕнӳллĕ сассипе çӳçенсе, таçталла йăнкăл-л! чикеленсе тирĕнчĕ хĕрарăм чĕри. Нина Виталий ытамĕнчен хăтăлса тухрĕ те куç хупса ĕлкĕрмелĕх те çук самантра кĕрсе те çухалчĕ кĕçĕн алăкран. Лăш пулчĕ тепĕртакран пӳртри йăн-йăн сасă: амăш хӳттине йăпшăнчĕ ĕнтĕ пĕчĕк чун.
«Хă! — сасартăк чăрмавпа анкă-минкĕленнĕрен, пĕр авăка ним тума аптăраса хытрĕ йĕкĕт. — «Атя, тапратар та мар ун пирки». Вăт, акăш-макăш!»
Кĕсйине хыпаласа пăхрĕ Виталий, пирус пачки туртса кăларчĕ, мăкăрлантарса ячĕ.
Лăпкă çĕрлехи урам. Тĕлĕревлĕ. Ятне, ăш вĕçнине пусарасла, тулли уйăх ял хĕррипе ваш-ваш шăвать, кăмăлне-ытлăхне ян-ян тăкать. Канлĕ таврара, çутă.
Пӳртре те, Мукуç мучи пӳртĕнче, сас-чĕвсĕр. Мĕн шухăшлать, мĕн сĕмленет-ши ĕнтĕ Нина хапха умĕнче тайма пуçпа тăракан Виталий пирки?
Пĕтерчĕ те пирусне мăкăрлантарса Виталий, тĕпне çĕре пăрахса, пушмак тĕпĕпе ăна чылайччен тăрăша-тăрăша таптарĕ, вара, хăюлăх килтересле, чăшăл-чăшăл çӳçне икĕ аллипе те икĕ хутчен пăтраштара-пăтраштара якатрĕ те Нина хыççăн хупăнсах çитмен алăка йăнк! тĕкрĕ, картишнелле тап! ярса пусрĕ шанчăклăн...
Тĕвĕ
(Хыçсăмах)
Тĕвĕ... Чĕлтĕр-чĕлтĕр шурă çеçкеллĕ, симпыл шăршиллĕ лаштра-лаштра улмуççи; пулас тырă-пулăпа сĕткенленсе хумлă-хумлă хум хăвалакан пулăхлă, телей еккиллĕ пусă; йăр-йăр тăри сассиллĕ, йăн-йăн сĕрме купăс чунĕллĕ чĕнкĕл-чĕнкĕл, шĕнкĕл-шĕнкĕл çырма, çăл пырĕ; куккук куклатăврллĕ, вунçиччĕри хĕр кулли евĕр янкăр-янкăр сывлăш; тăрна куçĕ пек тăп-тăрă тӳпери сехет те, çеккунт та лăш курман кăлтăр-кăлтăр хĕвел... Пурăнăç! Ытарайми, чăп-тулли хĕпĕртӳпе çиçекен, çунат çапса савăнакан ĕмĕр-ĕмĕр чĕрĕ пурнăç! Илем, пуçламăшĕ те, вĕçĕ-хĕрри те курăнман, шав малаллах, шав тăваллах капланакан-çăмхаланакан тăрăс-тăрăс илем! Эй, нихăçан-нихăçан та сĕвĕрĕлми, эй, нихăçан-нихăçан та иксĕлми асам! Пур-тăк эсĕ тавралăхра, пур-тăк эсĕ ăспа та, чунпа та капашма май çук виçесĕр инçетлĕхре — эппин, пурăнатăн эсĕ, çут тĕнчен чи пĕлтерĕшлĕ те чи мăн хаваллă, çирĕп тĕвви — этем. Эппин, тĕвĕлен, тĕвĕленмелли тĕвĕ, тачăрах, эппин, арăслан, арăсланмалли шанчăк, хĕвеллĕрех!
Пур çумне пур хушакан вĕри те ытарайми пурăнăç! Реххет сана тĕнчере пурришĕн, тав!
Таçта та, таçта та ĕрчев. Çуркунне.
Лăс-лăс-лăс тăкăнать этем ăшĕ-чиккине кун çути, лăс-лăс-лăс сăрăлтатать çĕнелӳпе пĕтĕм анлăш.
Выртать пуç тăрринче кăвак-кăвак тĕлĕнтермĕш, капламлă-капламлă кӳлĕ-тӳпе. Ишет çав кӳлĕ-тӳпере пин-пин çăлтăр, кумать мĕн кумма пӳрнипе пушăлăхра.
Уçлăх! Вăйлă та эсĕ, тертлĕ те! Вăрттăн та эсĕ, кăт-кăс та. Ай-яй, пуç ватмăшлĕ. Мĕльюн-и, мĕльярд çул-и аталанĕ этемлĕх хĕвел хӳттинче, анчах та вăл нихăçан-нихăçан та аталанма пăрахмĕ. Кас-кас йĕрĕ, макăрĕ тăрса, анчах самант та лăш пулса лармĕ вăл, вĕçĕмех, вĕçĕмех малалла утĕ, шав тăвалла, шав тӳпенелле талпăнĕ. Куллен-кунах ăстăнĕпе пуянланса пырĕ, чунĕ-чĕрипе чиперленĕ. Ырă усала çĕнтерĕ-çĕнтерех...
Мĕншĕн тесессĕн ку вăл — тĕвĕ, ку вăл — пурăнăç!
Малеевка — Шупашкар..
1978–79 çç.