Пулнă тет патша — Айтар,
Те сăвар хăй, те пăлхар.
Пулнă унăн чиперкке —
Туйпике текен хĕркке.
Хайхискер чире ерет,
Ашшĕ-амăшĕ йĕрет.
Сыпрĕ тем пайтах эмел —
Сывалма пулмарĕ мел.
Пĕлтереççĕ Айтара:
Пур эмелçĕ хулара!
Багдадран килнĕскерех,
Пысăк ăс илнĕскерех.
Чĕнтерет ăна Айтар:
— Хĕрĕме сыват, хăтар.
Леш калать тет патшана:
— Эп сыватăп-ха ăна,
Эсĕ кĕрĕн-и тĕне
Пăрахса кив йеркене?..
Аптраса ӳкет Айтар:
— Пулăшу камран ыйтар?
Кĕмесен — хĕр вилĕ те,
Юлмĕ хĕр пĕрчи килте...
Килĕшет Айтар. Вара
Леш сыватнă туххăмра.
Туйпикемĕре пула
Сарăлнă тет çĕн йăла...