Шыв арманĕ-и эс
Е çил арманĕ, чун-чĕрем?
Тĕрлĕ шухăш авăртан
Самантсерен.
Каллĕ-маллĕ хутласа
Хăлтăртатан,
Тĕлсĕр çилĕн
Урăм-сурăм тулашан.
Е хĕвеллĕ кунăн — йăлтăр!
Е эс ăмăр. Пурте пултăр,
Пурте пултăр, пурте пултăр! —
Чун тени вăл тем те куртăр.
Пуçăмра — çӳçеллĕ тутăр,
Çӳçине çил вĕçтерет.
Мĕн вырăнне мана хутăр?
Тĕрĕсне кам пĕлтерет?
Çил арманĕ, шыв арманĕ,
Ал арманĕ авăртать.
Арман чулĕн çивĕч шăлне
Шăйра-шăйра мăкатать.
Арман — йывăр çуначĕпе
Тӳпенелле туртăнать,
Пĕр çĕкленсе, пĕр кукленсе,
Çăнăх сапса, хывăх сапса,
Шыва, çиле чӳк тăвать,
Кăштăртатса, çаврăнанса,
Çавра юрăсем хывать.
Çын ăшĕнчи тĕнчере те
Çитмĕл çичĕ вăй вылять.
Çын ăшĕнчи тĕнчере те
Чун армань кăлтăртатать.