На окружности семи верст я не мог сделать ни одного шага, не попирая костей человеческих.
Карл Фукс.
Чуна халлантарчĕ Хусан,
Ăса пăлхантарчĕ хыпарĕ.
Çула шикленмесĕр тухсан
Çын тем те илтмешкĕн пултарĕ.
Карл Федорыч Фукс пĕр хăех
Пин ылтăн пекех савăнтарчĕ:
Мана Пугачев пиркиех
Тем чул каласа ăнлантарчĕ.
Асрах авалхи укçисем —
Асамлă Пăлхарăн хĕлхемĕ.
Кунтах-çке упраннă вĕсем,
Улт-çич çĕр çулхи ылтăн-кĕмĕл.
Хальччен те пĕтмен-ха хули,
Пур тет пилĕк-ултă хуралтă.
Вак шăм çеç çав лаптăк тулли,
Çурт-йĕрĕ ларать хăлтă-халтă.
Тустарнă иккен Пăлхара
Хасарĕ, тутарĕ те руçĕ.
Ун чапĕ çӳрет халапра,
Тапмасть унта пурнăç çăлкуçĕ.
Курасшăн ăс-пуç минĕрет,
Ыйха та вĕçтерчĕ ку тапхăр.
Уй урлă курнать минарет,
Тинех хулаша çывхаратпăр.
— Чим, ямшăк, чуптар ял вĕçне,
Чĕнер хамăра пулăшмашкăн... —
Тарçи пултарать хăй ĕçне —
Васкать чиркĕве çын тупмашкăн.
Хулаш варринче — минарет,
Патша кăмăлне-и вăл мантăр?
«Ку вырăн, — тет Петĕр, — кĕтрет,
Ют йăхăн пулсан та — упрантăр».
Ун ячĕ те — Аслă Хула,
Выртать сарăлса тем сарлакăш:
Çич çухрăм таран тавралла
Хире чăпарлать шăмă-шакă.
Шур кил те, Суд çурчĕ, майдан,
Мунча, Хан масарĕ, мечечĕ...
Крым ханĕн керменĕ кунтан
Тем чул хĕсĕкрех çĕр çинчеччĕ.
Кам-кам çеç çитсе çӳремен,
Шавланă Мухтавлă пасарĕ.
Индусĕ те грекĕ, эрмен,
Такамăн та килнĕ таварĕ.
Çыран хĕрринче пуç шăмми
Сасартăк чуна шарт! хăратрĕ,
Пулайрăм пачах сывлайми —
Сар хăйăр йăр-йăр йăшăртатрĕ.
Олег вилĕмне ас туса
Çĕлен сăхас пек сехĕрлентĕм.
Кĕтменччĕ çапла пуласса,
Ытла хăрушла эп çӳçентĕм.
Пăлхар хасартан-мĕн чăваш
Пурнать хунаса хальхи тапхăр.
Пăхмашкăн вăл халĕ йăваш,
Авал паттăр евĕр куратпăр.
Илет тараватлăн кĕтсе,
Çынпа хирĕçмешкĕн васкавсăр,
Анчах чун çитет-и кӳтсе —
Тухать пăлхава пĕр хăравсăр...
Хам ăссăр текен хасарсем
Эппин, ăссăрах та пулман-тăр.
Бичурин — хасар таврашсем —
Епле унсăрах аталантăр?
Пуян пулнă тет-мĕн масар,
Ăна, çуртсене йăлт тустарнă.
Чулне — ак умрах, инçе мар,
Чиркӳ никĕсне-мĕн тултарнă.
Каятăп кунтан ăс пухса.
Хăруш-мĕн Пăлхарăн синкерĕ.
Тавах харсăр чунлă Фукса:
Юрать-ха килмешкĕн хистерĕ.
Эп илтрĕм тем тĕрлĕ сăмах:
Çул тунă тееççĕ çĕр айĕн...
Пĕлеймĕп мĕн пур тупсăма,
Хулан пур пĕр чапĕ курнайĕ.
Пехил, ват Пăлхарăм, Пăлхар,
Чуна илемӳ çĕклентерчĕ.
Ванса ан пĕтсемччĕ — хăпар,
Чапна ĕмĕрне ан сӳнтерччĕ!..
Кайран минарет тăрринчен
Поэт таврана шав сăнарĕ.
Вара вăл хĕвел аниччен
Течче çĕр каçмашкăн васкарĕ.