Пушкăрт çĕршывĕнчи Шур Атăл Хăви ялне кайса курма мана пĕлтĕрех хамăн пĕр юлташ, ĕлĕкрех çавăнта ĕçлесе пурăннăскер, сĕннĕччĕ.
— Мĕн ара, питĕ чаплă ял-им? — ыйтнăччĕ эпĕ.
— Маншăн пулсан тем чаплиех çук-ха та, çав ялта тахçан чикан майри пурăннă, чăваша качча тухнă, чăваш чĕлхине вĕренсе таврара çук чаплă юмăç пулса тăнă тенĕччĕ юлташăм. Унтан çавăнтах Шур Атăл Хăвине çитсен Уламас Ятмасĕ ятлă старикпе тĕл пулма хушнăччĕ.
Кăçал Атăл тасалсан, тирек папкисем шăплатса çурăлсан, эпĕ таса блокнотпа пĕр мăшăр кĕпе-йĕм илтĕм те Ĕпхӳ пăрахучĕ çине лартăм. Икĕ талăк хушшинче виçĕ аслă шывăн чарланĕсем çăтăхса çуйăхнине итлесе пытăм. Кашни хăй саслă, кашни хăй шывĕн анлăшне мухтанă пек туйăнчĕ мана.
Хама кирлĕ пристаньре ир çинче антăм. Хăш еннелле каймаллине ыйтса пĕлтĕм те хăва хулли касса илсе чĕрĕлсе çитнĕ Шур Атăл улăхĕпе васкамасăр утрăм. Тĕрлĕ кайăк шăхăрать, юрлать, ташлать, çунат çупать. Шăпчăксем пĕр вĕçрен сас параççĕ те — тепĕр вĕçне илтĕнет. Хăях хушшинче вăрăм туналлă карăш неретлетет, çирĕк тăрринче, чăпар хӳрине сарса, чĕкрен кайăк чарăклатать. Мăк тапса илнĕ тунката çине ларсах килениччен итлерĕм çак чаплă «концерта». Кайран улăх сăртне хăпартăм. Инçетре ял та курăна пуçларĕ. Хирĕçлерен пушкăрт çилĕ вĕрсе ячĕ — уçă çил. Куç умĕнче вĕçĕ-хĕррисĕр хирсем, пăч-пач вăрман кулкки-ращи, ярăм-ярăм чăнкă тăрăллă тусем тăсăлма тытăнчĕç.
Шур Атăл Хăви ялне çитсен çынсем мана Ятмас мучи утарта пурăнни çинчен пĕлтерчĕç. Унта эпир колхоз агрономĕпе кайрăмăр.
Агроном, Пайтуганов хушаматлăскер, хĕрĕхсенчен иртнĕ çын пулчĕ. Ватлăх сăнĕ çапасси инçе-ха. Хура куçĕсем çуттăн çунаççĕ. Явăнарах тăракан хура çӳçне, курак çуначĕ пек йăм-йăм курăнаканскерне, вирелле тураса янă. Пичĕ — хĕрлĕ-хăмăр. Хĕрлĕ-хăмăрпа сăрланă рояль хупăлчи пек. Сăмсин курпунĕ чылаях палăрать. Аяккинчен пăхсан темле хир кайăкĕ пекрех курăнать ку çын. Пĕрре курсан нихçан манмастăн ун сăн-питне.
Эпĕ, мотоцикл çине утланса ларнăскер, Пайтуганов пилĕкĕнчен çатăрласа тытса футбол пӳски пек сиккелесе пытăм. Шеллес терĕ пулас агроном, «урхамахне» кăштах хулленлетрĕ.
Тырăсем тикĕс çĕкленнĕ.
— Хаман1 та пăхма пĕлместпĕр-çке, кирлĕ культурăна хурлатчĕç, кирлĕ маррине мухтатчĕç, халь ак клеверсем çĕнĕрен чĕртетпĕр, — каласа парать Пайтуганов.
Хăй вăл Тăван çĕршыв вăрçине те ĕлкĕрнĕ иккен. Будапешта илнĕ çĕрте çапăçнă. Вăрçăран килсен ял хуçалăх институчĕ пĕтернĕ... Салтак тесе ăна экзаменсăр илнĕ. Арăмĕ — учительница, ик ачи пур. Пĕри вунă класс пĕтернĕ, тепри саккăрмĕшне çӳрет.
Ятмас вĕллесем патĕнче кăштăртататчĕ.
— Калаçасси вăл Атăл пĕвелесси мар! — кăшкăрса каларĕ вăл эп мĕн çăмăлпа çӳрени çинчен пĕлсен.
Агроном килне кайма тăчĕ.
— Пăртак тăр ĕнтĕ, Микулай Павăлччă, ман пĕлтĕрхи пылтан туни пур-ха, сăйланăпăр, тимĕр кăмака! — терĕ старик.
Агроном çапах та юлмарĕ, ялаллах васкарĕ. Старик ăна кӳренсе ăсатрĕ.
— Хă, кĕнеке çыракан çын пулатăн иккен, — терĕ вара мана иккĕн çеç юлсан. — Сахал çӳретĕр, ӳркенетĕр пулмалла. Пухусем те нăк тытаççĕ пулĕ, — чĕпĕтсе илчĕ çавăнтах. Те маннипе, кăшăркка аллине тепĕр хут пачĕ. Эп шарламарăм. Мĕн каласан та, ман итлес, чăтас пулать. Çĕнĕ пĕлĕшĕн турти кĕскерех курăнать. Пĕр хирĕç сăмах каласан пĕтĕм ĕçе пăсса хума пултаратăп. Хăй çара пуçăн, пушăт калушпа. Хăрах куçлă. Сыв маррине кура хăюпа пуç урлă çавăрса çыхнă. Сайралнă вĕлтĕркке çӳçĕ шап-шурă пулин те, ӳт-пӳрен тăн-тăн-ха. 19-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнчи çар тумтирне тăхăнтарт — шăп та шай Кутузов фельдмаршал пулса тăрать.
Старик утар пӳртне кĕрсе çухалчĕ. Унтан хурама сулхăнĕнчи тайлăк сĕтел çине сăра чари пырса лартрĕ.
— Тип сăмах пыра касать, йĕпетер-ха эпир ăна, тимĕр кăмака!
Шур шăвăç курка тĕпне ывçи çине çат! тутарчĕ те ăф! терĕ, тултарса тав турĕ. Эхлетсе мухтаса илчĕ. Сухалне çаннипе шăлчĕ. Эп те ик-виç çăвар сыпрăм.
— Йӳçĕ-им? Начар ĕçетĕн. Сире ĕç кунĕшĕн утнаккă тӳлеççĕ пулĕ-ха, тимĕр кăмака?
— Кун вăрăм-ха, — сăмахран пăрăнтăм эп.
— Кĕтеттĕм, пĕрре пĕри килсе çапăнать пулĕ-ха теттĕм. Хурт ĕнерлени çывăрттарма пăхать, ман калаçас килет, хурамапа калаçас-им, кĕсел аври?
— Çĕршыв сирĕн кунта ирĕк, илемлĕ, — терĕм эп.
— Ăçта килсе ларассине тĕп асатте шеп пĕлнĕ. Савăç чунлă çын пулнă вăл, ял ятне Шур Атăл Хăви тенĕ. Уламасовсем вĕсем йăхĕпех ырă чунлă çынсем, тимĕр кăмака!
«Старик мухтанма та тиркемест иккен», — терĕм эпĕ ăшра. Ара, сăмах енчĕкĕ çеç пушă ан пултăр, ылтăнĕ чанкăртатса тăрас пек туйăнать-ха.
— Куçăм имшерленме тытăнчĕ, — ӳпкелешрĕ старик. — Ав, Хĕç ту тăрринче пăлан пăруш сиккелет, — кăтартрĕ вăл тăват-пилĕк çухрăмри ту çине, — çав пăрушка та аран уйăрать. Хăлхам та янтăркаласа тăрать. Чикан кукри кунтан ик çухрăмра çеç, унти кайăк кăвакалĕ нартлатнине те аран çеç илтет.
Эп йăл кулса илтĕм те чĕнмесĕр лартăм. Чĕрем кăрт! турĕ, йĕр çине ӳке пуçларăм.
— Сирĕн патра чикан майри юмăç пулса пурăннă тет, çав юмах тĕрĕсех-и вăл? — ыйтрăм сывлăш кăлармасăр.
— Ха, калаçать тата, юмах вăл — хывăх, чăн пулни — ылтăн пĕрчи! — хăма сак çинчен тăрса уткаласа çаврăнчĕ старик.
— Ачисем те пулнă-и вара?
— Ха, тимĕр кăмака, ывăлĕ халь тин пуçтах «качакине» утланса вĕçтерчĕ те. Сана ăсатса яраканни вĕт вăл. Ял хушшинче ăна Чикан Микулайĕ теççĕ, уншăн çилленмест вăл.
Эпĕ чĕлхене çыртрăм. Ак кампа ларса килтĕм пулать иккен!
Ятмас мучи хуралса-çунса пĕтнĕ чĕлĕмне тултарчĕ, лăчăр та лачăр тăвакан чăпăк тĕтĕмĕпе ăшне кантарса калама тытăнчĕ. Калу хĕрнĕ май хăнăхнă сăмахĕсем те илтĕнмерĕç, хутран-ситрен тутарпа пушкăртран кĕнĕ сăмахсем çеç сике-сике тухкаларĕç.
I
Ку ĕç кив Ярман вăрçи тапранас умĕн пуçланчĕ. Пирĕн ялта Пĕччен Павăл ятлă çын пурăнатчĕ. Арăмĕ çамрăкла вилчĕ, хăй авланмарĕ те авланмарĕ. Ашшĕ япун вăрçинче путнăччĕ. Хура çăхан пек çивĕч матрусчĕ тет вăл. Начаркка кăна лаши пурччĕ Павăлăн. Сĕлĕ мар, чăпăркка хăвалатчĕ ăна. Пĕррехинче Павăл, çимĕк тĕлнелле пулас, Чуптунă кукăра хăва вăрлама анать. Лайăх хăва шыраса чылай каять улăх тăрăх. Вăрăмраххисене авать те чак! тутарать, авать те чак! тутарать. Кунĕ шăрăх тăнă. Юхса анакан тăварлă тарне çанă вĕçĕпе шăлать, çамки типмесен аркă вĕçĕпе те шăлса илет. Илтет Павăл: Куккук кукринчен темле йынăшнă сасă килет. Килет те чарăнать. Павăл каллех касать, чак! та чак! тутарать. Сасă çĕнĕрен илтĕнет. «Ара, кайăк чĕппи те мар, тăват ура çури те мар, çын сасси вĕт ку!» — шухăшлать Павăл. Кайса пăхма хăрать. Каснă хăвине çĕрле килсе! илĕп тесе пушăллах яла хăпарать. Старостăна калать, леш виçĕ пунеттей тытать те — улăха анаççĕ. Павăл вĕсене Куккук кукрине ертсе кĕрет. Пăхаççĕ: çыран хĕрринчи чăтлăхра, аçа çапнипе çунса кайнă элес-мелес хурама тункати çумĕнче, хĕрарăм выртать. Вăхăт-вăхăт йынăшса илет. Хăйне шăна-пăван сырса илнĕ, кăткăсем тапăнма тытăннă. Вĕсене вăл хупах çулçи чăмăртанă аллипе хăваланçи тукалать. Питне хуралнă-юнланнă тĕрĕллĕ тутăрпа хупланă. Çара уран. Юнашарта тăмра пекки, гитара текенни, выртать. Нихăшĕ те малтан пырса тытасшăн мар. Павăл хĕрарăм тутрине сирет те картах сикет: хĕрарăм суккăр. Упа сарри татса пичĕб умне пĕшкĕнсе суллать — икĕ куçĕ те курмасть. Такам чиксе шăтарнă та пăрахса хăварнă. Тумĕпе тутар та, вырăс та мар, чăваш та мар. Хура çӳçне çивĕтленĕ пулнă та арканса чăлханнă. Хĕрарăм пĕр сăмах та кăлармасть, йынăшкаласа çеç илет.
Павăл çулçăллă курăк çулать те урапи ӳречи таран хурать, хĕрарăма йăтса çемçе курăк çине вырттарать, питне каллех витет. Староста та, виç пунеттей те ним те чĕнмеççĕ. Çапла пĕр сăмахсăрах яла таврăнаççĕ. Павăл хăй килне кĕрет. Çаплах, пĕри те пĕр сăмах чĕнмесĕрех уйрăлаççĕ.
Маврук инке хăраса ӳкет. «Ах тур-тур, пĕсмĕлле, кама вырттарса килтĕн? Мĕн курас тĕн унпа? Шйеши çуртнех леçсе вырттар. Хамăрăн та, çăвартан пăхсан, пыршă курăнать те!» — вăрçма пуçлать вăл ывăлне. «Ĕнтĕ, вилес патне çитнĕ çын татăлса йĕрсе выртатчĕ те, ман хасĕр2 пăрахса каймаллаччĕ-им, алама3, юрамасть апла!» — хуллен тавăрать Павăл. Йăвашчĕ вăл хăй, сĕре йăвашчĕ. Каçпала кӳрши-арши хирĕлме тытăнать. Пĕр енче апи карчăк, тепĕр енче юмăç карчăк пурăнатчĕ. Юмăç карчăк çатан витĕр турчăка аври чикет те: «Кахал Павăл тухатмăш хĕрарăм тупса таврăннă, пуçне пултăр, пуçне пултăр!» — тесе çухăрать. Йытта вăрçтарнă пек хăй турчăка аврипе пăлхатать. Эпи карчăкĕ çатан çинчен Павăл амăш çакнă куршак чӳлмеке тыта-тыта картишне перет. Шап! та шап! çĕмĕрлеççĕ лешсем. «Шывĕ çитĕ-ха, çăкăрăр хăвăра та çитмест, пăх-ха, таркăн майра тупса таврăннă. Ача йышăнма та пымăп!» — çĕмĕрттерет эпи карчăк. Унччен хăйсем чиперех пурăнатчĕç. Ула курак хушшине хура курак вĕçсе ансан улисем хурине сăхма тытăнаççĕ. Павăл кӳрши-арши те çав енне çаврăнчĕ. Шăв-шава илтсе Павăл умне кас çыннисем пуçтарăннă. Çулăхакан ачасене килĕсене хăвалаççĕ. Павăлăн урам урлă пурăнакан хăйматлăх ашшĕпе амăшĕ хапха умне тухса туя çине таяннă та, пăхса тă-ă-раççĕ. Иккĕш те шур кипке тăхăннă. «Мĕн шавлатăр, мĕн çитмест?» — тенĕ пек пăхса тăраççĕ. Халăх сувĕçĕ пек курăнаççĕ вĕсем.
Тепĕр кунне пĕтĕм ял куштанĕ хирĕçме тытăнчĕ: «Уретнике пĕлтермел-ле! Якку тиек мĕн тĕлĕрсе ларать? Ухмах Павăлшăн яла айăплама пултарĕç!» — Тукасăн, Çăлкасăн сасă илтĕнсе тăчĕ. Староста Якку тиеке тăрантас çине лартрĕ те вулăса васкама хушрĕ. Лерен хасĕр кăна пар утпа, шăнкăрав шăнкăртаттарса уретник персе те çитрĕ. Пĕтĕм ял шăп, çынсем таçта тарса пытанчĕç, йытăсем те вĕрми пулчĕç. («Ăххăм! — терĕ Ятмас. Сӳннĕ чĕлĕмне чĕртрĕ. — Халь ав прокурорпа юнашар ларса чей ĕçеççĕ, хăнк та çук!» — терĕ. «Кулăш туйăмне çухатман çын нумай пурăнать тени тĕрĕсех иккен», — шухăшласа илтĕм эп). Ял пуçĕсем уретникпе пĕрле Павăл умне пырса чарăнчĕç. Маврук инке ĕнтĕ шăнкăрав сассине илтсенех пахчари кантăр хушшине тарса ӳкнĕ. Пĕри те кăшкăрмарĕ, çухăрмарĕ. Староста тем каларĕ пулас та, уретникĕ ăна: «Ман вулăсра пульница çук, халь эс ăна урама кăларса пăрахас тетним? Ак, хĕвершăл килсе кайĕ. Пурăнсан пурăнать, вилсен — вилет, майру-масарĕ!» — тесе тавăрса хучĕ. Темле чăтрĕ Павăл чунĕ, темле хăраса ӳкмерĕ вăл? Ун чухне-çке йĕрĕхĕ те тытнă, ăншăрчĕ те ӳкнĕ, киремечĕ те сехĕрлентернĕ, тухатмăшĕ те пуç çавăрса ухмаха ертнĕ, пачăшки те çылăхпа та тамăкпа хăратнă...
Уретниксем кайсан, кĕтӳçсем-мĕнсем анса ял халăхĕ ыйха выртсан, Павăл, наччас кăна тип вутă çĕклесе, мунча хутнă, амăшне суккăр хĕрарăма çуса тасатма хушнă. «Мăя кас, çумастăп!» — тенĕ Маврук инки. Вара Павăл улăх пикине хăй йăтса аннă, тĕнĕ пăккине çĕтĕк чикнĕ те вут çутмасăрах хайхине çума тытăннă. Амăшĕн кив пир кĕпине тăхăнтартнă та каллех йăтса таврăннă. Ир çинче: «Çырма кассинче мунча шăрши тухрĕ, Павăл суккăр майрапа çур çĕрте мунча кĕнĕ», — тенĕ сăмахсем илтĕнкелерĕç, урăхран темле шăв-шавах пулмарĕ вара. Павăл тепĕр кунтан супăнь курăкне çăл шывĕпе вĕретсе, лайăх кăна тăрăлтарса хĕрарăм пуçне çума тытăннă. Пасар супăньне илес — укçа çук. Килте чухне кунне виçшер те çунă. Кĕр енне хайхин куç суранĕсем сыпăнса лараççĕ. Павăл староста патне каять те: «Эп авлантăм, çав суккăр хĕрарăма арăм турăм», — тет. Çакăнпа шăв-шав лăпланать. Лăпланать те Павăлăн тепĕр хуйхи тапранать.
Уйăхлă каçсенче çав хĕрарăм Павăла пĕр канăç та памасть. Таçтан пĕлет уйăх çутатнине. Чунĕпе сисет пулас. «Атя, мана тупнă вырăна илсе кай!» — тесе аптăратать вăл. Итлемесен çӳçне-пуçне сапаласа макăрма тытăнать, хăйне хăй тăпăлтарать, кăмрăк савăтне пуçĕ çине ӳпĕнтерет. Йăваш Павăл тулăксăр арăмне çапкаласа та пăхать. Çывăрас ыйха татса ăна улăха илсе каймалла! Кун пекки нихçан пулман Шур Атăл Хăвинче! Ак матка, катка-пичке-лапатка! Павăл вара суккăр арăмне çавăтать те вăрттăн тăкăрлăксемпе кăштăр-кăштăр утать Куккук кукрине. Хайхи çунса кайнă тунката çине ларать те хĕрарăм, тем мăкăртатма, тем кĕлтума пуçлать. «Те юрлать, те тухатать», — ăнланмасть Павăл. Тепĕр чухне тата гитарине те çурăм хыçне çакса пырать. Хĕлĕхĕсене татас пек туртса, пыр тĕпĕпе хырса тем юрри юрлать.Тĕлĕрекен улăха вăратать.
Халь кăштах каялла чакар.
...Пĕр каçхине ял масарĕ хыçĕнчи лап çереме чикан ушкăнĕ тапăра шăпăрттăн пырса чаранчĕ. Эп ун чухне пĕлевуйра ĕçлеттĕм те, выльăх-черлĕх путрава кĕмест-ши тесе хирсем пăхса пурăнаттăм. Ирхине курах каять ял халăхĕ: кĕр те кĕр кĕрлет чикан пасарĕ; чатăрсем те карнă, лашисене çерем çине вĕренленĕ, йыттисем вĕреççĕ, кӳмисенче кăкăр ачисем çухăрашаççĕ, унта та кунта тĕтĕм тухать, хуран айĕ çунать. Хăраса ӳкет ял халăхĕ: лашасене Ĕпхӳ пасарне юрттарма пултараççĕ (чикан начаррине тивмест), кайса шыра унта, туп вĕçнĕ-хĕрне. Лашасемех çухалмарĕç те, чăх-автан вĕçкелерĕ вара, Яка Иллен таки те якалнă терĕç, шăв-шав ан пултăр тесе кашкăр çине йăвантарчĕç. Чиканпа мĕн тăваян? Ухмах мар чикан: хир таптамасть, çаран хăртмасть, кĕтӳ иртекен вырăна чарăннă. Хăй канакан çĕрте пысăк выльăха та вăрламасть. Чарăннă-чарăнманах ваттисем ĕçлеме тытăнчĕç: витре тĕплеççĕ, сăмавар-хуран саплаççĕ, çăраççисем, тимĕртăлăсем туса параççĕ, çурла шăллаççĕ, çава туптаççĕ. Хĕрарăмсем çамрăк-кĕрĕме çĕрĕ-сулă сутаççĕ е юмăç пăхаççĕ. Пурте пăшатан пек хăйсем, витĕр кĕрсе тухас пек. Шикленеççĕ, юта пăхтармаççĕ чăвашсем.
Пĕр чикан каччи упа çавăтса çӳретчĕ. Ача-пăча татăлма пĕлместчĕ ун упи патĕнчен. Тивместчĕ упи. Çырла пит çиетчĕ, çуллă куймак та тиркеместчĕ. Çав каччă тапăр утаманĕн ачи пулнă. Пит тумлăччĕ. Хĕрлĕ сăттинат кĕпепе, хура шалпар шăлаварпа, çутатнă атăпа. Кĕпи çинчен тата тĕрĕллĕ сар шелетке тăхăннă. Чисти уйăп кайăк. Кăтра çӳçĕ-пуçĕ пăрçа урапи пек капланса тăратчĕ. Каччипе пĕрле хĕрĕ те çӳретчĕ. Упа курнăшăн укçа е çăмарта пухатчĕ. Пирĕн чаплă хĕрсем уявсенче кăвак çине хĕрлĕ пӳштĕрлĕ ултă аркăллă кĕпе тăхăнса тухатчĕç те, чикан хĕрĕн юбки вара çĕр пĕрмеллĕччĕ, иккĕлетсе çивĕтленĕ хура çивĕчĕ чечеклĕ тутăрĕ айĕнчен ура тупанĕ таран тăсăлатчĕ, сулахай аллин вăта пӳрнинче хаклă йышши чул куçлă çĕрĕччĕ. Хăйпе пĕрле вăл гитара та илсе çӳретчĕ. Тапăра таврăннă чухне вара юрласа калама тытăнатчĕ. Ăнланмастăмăр эпир чикан хĕрĕ мĕн каланине, кăкăртан тухакан пыр тĕп сассинче темле çутă хаваслĕх илтĕнетчĕ. Вĕсем — çамрăк арăмпа çамрăк упăшка пулнă.
Чикан тапăрĕ эрне тăчĕ-и е ытларах-и, « çамрăк арăм, упăшки çывăрса кайсан, каç-каç çухалма тытăнать. Пĕр каç сисмест упăшки, тепĕр каç та сисмест. Ун арăмĕ авланман чикан каччипе савăшать иккен. Куккук кукрине анса çухалаççĕ. Еркĕне ернĕ арăмне шыраса тупать-тупатех упăшки: вĕсем аçа çапнипе çунса кайнă хурама тункати çинче ыталашса лараççĕ. «Вилĕмне суйла: е чиксе пăрахатăп, е, хăвна ху хисеплетĕн пулсан, шыва сик! Çăлăнăç сана пурпĕр пулмасть!» — çĕçĕ çиçсе илет уйăх çутинче. Еркĕн каччăн хăй çумĕнче нимĕн те пулман. Умĕнче — тăшманĕ, хыçĕнче — çӳллĕ çыран. Упăшки пăсăк арăмне хăй çумне туртса илне те, урăхран никам çине те пăхаймăн, хитрӳпе мухтанаймăн тесе куçĕсене шăтарса каялла тĕртсе янă... Хĕрхеннĕ вăл ăна: çакăнпа та пулин тăранса пурăнтăр тенĕ курăнать — гитарине те юнашарах пăрахса хăварнă.
Ирхи шуçăмпа чикан тапăрĕ, малтан килсе чарăннă чухнехи пекех шăпăрттăн хускалса, Шур Атăл тăрăх малалла кайнă. Куккук кукрине вара пирĕн ялсем Чикан кукри теме тытăнчĕç.
...Хайхи пирĕн çĕнĕ кин, чикан кин, сывалса çитет, чăвашла калаçма та чиперех вĕренсе çитет. Халь ĕнтĕ унăн урăх пурнăçа, урăх халăх йăлине хăнăхас пулать. Чикан тапăрне вăл нихăçан та таврăнас çук, ун патне те нимле чикан та килсе курас çук. Халь ĕнтĕ унăн чăваш килĕнче пусăрăнса лармалла, çакăнта ĕмĕр ĕмĕрлемелле.
Анчах та çук çав, чикан хĕрарăмĕнче чикан юнĕ çĕнĕрен вăранать, хĕрсе тапма тытăнать. Килте ларас килмест унăн, ялан çӳрес килет, хăнăхма тытăннă хирпе-вăрманпа мар — çеçен хирпе, шыв-улăх хĕррипе ирĕкленсе, яруланса çӳрес килет. Павăлра та вăл ерипен çав ирĕк туйăма вăратать. Ани карчăкĕнчен чăваш хушшинчи юмăç-тĕрĕç таврашĕсем çинчен ыйтса пĕлет, тĕрлĕ ырă-тӳрĕ, киремет-мĕнтĕр çинчен тĕпчет. Тăранманлăх, çăткăнлăх кăмăлĕ сĕтел çине хурса панă çăкăр татăкне вăл епле кăпăр-капăр хыпаласа тупнинченех палăрать. Лартса панă шӳрпине те самантрах лĕрккесе сыпса ярать. Эрех-сăра ĕçмелле пулсан черккине-алтăрне пӳрнипе чиксе пăхать: тулли ярса панă-и? Ани карчăкне те, Павăлне те вăл ури уттинченех уйăрать. Палламан çын сассине пĕрре илтсен тек нихăçан та манмасть. Хăй хыçĕнче — картишĕнче е урамра — çын пынине илтсен чарăнса тăрать, тăнн! итлет, ирттерсе ярать. Куçĕ курманнипе кайăк пек сисĕмлĕ пулса çитет: çурăмĕпе, пĕтĕм кĕлеткипе курать, илтет тейĕн ăна. Çăварĕ хăйĕн нихăçан та пушă мар — тем мăкăртатать, тем юмăçлать. Вырса мар, акса мар, кантăр-пуса татса, хутса мар, тылласа мар — тĕттĕм чăваш хуш-шинче юмăç пулса пурăнас тет вăл. Юмăç, юмăç, чăваш юмăçĕ пулас тет вăл. Чăн та, ваттисем тĕрĕс каланă: вăтанман юмăç пулнă, уркенмен ăста пулнă. Чикан суккăрĕнчен мĕн ыйтан, уншăн пулсан, çул-йĕр Турри ăна юмăç пулмах хушнă. Ахаль курма е шăл йĕрме пынă çынсене вăл çур сăмахранах уйăрса илетчĕ: «Çук, тăванăм, эс инкекпе килмен, камитпе килнĕ», — тесе ăсатса яратчĕ.
Шăп çав вăхăтра эпĕ хам ун шăлĕ айне пултăм: эрне хушши ман çӳлти йĕкĕр шăл сурса аптратрĕ. Çĕнĕ юмăç мана ыхра çыртса выртма хушрĕ. Ăна чăвашсем те çапла тунă-ха, вăл капиччен çавна ăса илмерĕм-çке. Чарăнчĕ ман шăл ыратма. Лайăхах çывăрса çĕр каçрăм. Хакне те çĕнĕ юмăç начар илмерĕ: кашни сăмахшăн пĕрер пус çеç сĕвелерĕ. Вăхăтне пĕлнĕ вăл, эрне хушши сурчĕ тесе хамах каларăм та. Чикан юмăç чапĕ çапла вара ман йĕкĕр шăлăмран тапранса кайрĕ. Ун чухне, хальхи пек, ялсенче пульницасем пулман-çке. Сыват, чир хĕнлĕхĕнчен хăтар кăна — çын темĕн те тупса парĕ. Ырсене чӳклесе хур-кăвакал мар, така-путек мар, вăкăр е лаша пусма хушсан та пусса паран. Пусмасан — чирӳ иртмест. Килӳнте выльăх чунĕ пулмасан — сутăн илсе пус. Юмăç çапла хушать. Чăваш юмăçĕсем пек, çип тирнĕ йĕп вĕçне вăл çăкăр хытти чиксе сулламастчĕ, чирлĕ çыннăн ал тымарне тытса пăхатчĕ; юн тымарĕ хăвăрт тапсан — сывалан тетчĕ, вăйсăр тапсан — санран, ача, çын пулаймасть тетчĕ.
Арăмне кура упăшки те ĕмĕтсĕрленсе çитет. Хăйсем патне чирлĕ çын пынă пулсан, çийĕнчи кĕпи килĕшсен: «Кĕпи лайăх, сӳсе юл!» — тесе арăмне пăшăлтатнă.
Çĕр тенкĕ пек пухăнсан хайхи пирĕн Павăл, йăваш Павăл, пĕчĕк кăна лавкка уçать: чей-сахăр, шăрпăк, краççын сутать. Эрех пулăштухĕсем те кăларкалать. Кайран пусма-тавар та чăрăхлаттарса çуркалать. Анчах та суту-илӳ ăнăçмасть Павăлăн: пур пек туприне ял куштанĕсене, кĕвĕçекен юмăçсене ĕçтерсе пĕтерет, вĕсен карма çăварĕсене саплама тăрăшать. Хăй çапах та арăмнех пулăшма шутлать, тепĕр лаша туянать те эрни-эрнипе ялсем тăрăх çухалса çӳреççĕ. Тулли çăкпа упăшки малта, арăмĕ кайра таврăнаççĕ вара. Пыл катки, çу çавраки, сысна тушки, сĕлĕ миххи, ыраш миххи — пурте пур лавĕсем çинче. Тупăлха пӳллĕ чикан пики çапла Шур Атăл шампи пек шӳсе каять. Ял старости çаксене калать: «Эсир асма тытăнтăр, ял халăхĕ сире приговор çырса ялтан ăсатасшăн», — тет. Ăслă чикан майри хирĕçсе-тавлашса тăмасть: «Юрĕ, ниçта та тухмăпăр, ял ирĕкĕнчен иртмĕпĕр», — игл«
Çăварни иртет, çурхи кунсем çывхарса килеççĕ, курак тăманĕсем тухкалаççĕ. Çĕршыв илемленсен, кĕтӳ кăларма вăхăт çитсен, ял старостине инкек пырса çапать: пĕр витре сĕт антаракан ĕни ӳксе вилет. Çу варринче — тепри. Çулталăк хушшинче сурăхĕн-мĕнĕ вун çичĕ пуç вилет. «Мĕнле мур килнĕ? Мур пулсан — сарăлĕччĕ! Кам тухатнă? Çавă пуль! Çĕрле сыснана çаврăнса ял тăрăх нăриклетсе çӳрет... Чĕрĕп пулса хапха айĕнчен чупса кĕрет...» — нумай сăмах алланчĕ. Чăн та, çав хушăра Павăл та, чикан майри те ял хушшине шак та тухса çӳремерĕç. Шăпăрт пурăнчĕç. Кăшкăракансем — хăйсене инкек тивмен те — сăмах çине тăмарĕç. Староста хайхи хăех чикан майри патне чупса пырать: «Выльăх усалĕнчен тархасшăн хăтар, мăн-кĕлене те чӳклесех тăраттăмччĕ, капла лашасăр тăрса юлăп!» — йăлăнать староста. «Тем парсан та выльăх чирне сиреймĕп çав, эп мăйракаллисен тухтăрĕ мар, çапах та хамăр ял тесе тăрăшса пăхăп», — тавăрать чикан майри. Павăлпа иккĕшне те староста хăй лашипех килне лартса каять. «Выльăх пусакан çĕре кам та пулин тупа туман-и? Кӳршĕсемпе лайăх пурăнатăр-и? — ыйтать чикан майри. — Эсир куçлă çынсем, карта шăтăк-шатăкне, курите-кункра çурăк-çарăкне пăхса кĕрĕр-ха», — хушать вăл Павăлпа старостăна. Лешсем курите пуç çурăкĕсенче, сарай-карта шăтăкĕсенче темле мăйăр пек çуллă та çăмлă çаврашкасем тупса кĕреççĕ. «Выльăхăрсем çак усала çисе-çуласа пĕтнĕ», — татăклăн калать чикан майри. Ватма-салатма юраманни çинчен астутарать. Çурта çутса кĕлтума, çичĕ япала пама хушать: кĕл, кăмрăк, хура тăпра, вир кĕрпи, çăкăр хытти, хăмла, тăвар. Çавсене йĕрĕх кунти пек темле тирĕке ярса пăтратать те вĕрет-сурать, унтан икĕ кӳршĕрен пĕрин енне çĕрле тухса сапма хушать. Старости аптраса ӳкет: «Ман кӳршĕсем шанчăклă çынсем», — тет. «Эппин, — тет юмăç, — хĕвел ансан виçĕ хĕреслĕ çул хĕррине кайса пăрахăр, ырă турă хăй патăр кама кирлине», — тет. Укçан та, тыррăн та сĕннĕ ял старости, чикан майри ним те илмен... Кайран старостăн выльăх-чĕрлĕхĕ каллех ĕрчеме тытăнчĕ. Юмăç чапĕ çĕнĕрен сарăлчĕ. Çын чирне кăна мар, выльăх чирне те сирет иккен вăл. Вак кĕленче тĕпренчĕкĕсене çăм ăшне йăваласа тăварлă шăн çупа хытарнă кумккасене «шуйттан мăйăрĕ» терĕç. Ун чухне эп хам çаплах шухăшланă.
Чикан майри çĕнĕ чаппа çул çӳреме тытăнчĕ, ăна ахаль çын çеç мар, улпут-купса та хапăл пулчĕ. Таçтан-таçтан килсе чĕнсе каятчĕç.
Юмăçран-ĕçкĕрен ывăнсан, ют йăларан, ют халăх хушшинче пурăннăран чунĕ кутсе-шăнса çитсен, тен, çамрăклăхне аса илнĕрен-и, Павăлне вăл çаплах теплере пĕрре Куккук кукрине илсе анма хушать. Пĕр уйăхлă каç вĕсем унта лашапах çитеççĕ. Чикан майри гитарине тытнă, аçа çапнă хурама тункатине хыпашласа тупнă, меллĕн ларнă та хĕлĕхĕсене карăнтарса, пыр тĕпĕпе хырса, тап-таса чăвашла сăмахсем каласа юрлама тытăннă:
Хăва хулли авăнать,
Хулла пурçăн явăнать.
Чĕрем çунать, чĕрем çунать,
Хĕрлĕ çулăм явăнать,
Хĕрлĕ çулăмăн чĕлхи
Чĕрене кăмрăклатать.
Хăва тĕмĕ айĕнче,
Шурă Атăл тĕпĕнче
Çамрăк чикан çывăрать.
Хура çăлтăр куçĕсем
Хура çулăм пулчĕçĕ,
Макăртма çеç юлчĕçĕ.
Шурă Атăл хăмăшĕ,
Чăштăр-чăштăрт!
Хамшăн мар-çке, хăйĕншĕн
Йĕкĕте вăрат!
Кĕвĕç чунлă йĕрĕх
Лартăр чулланса!
Татăлсам-и, хĕлĕх,
Татăл патлатса!
Мухмăрлă Павăл урăлса кайнă, çӳçĕ-пуçĕ вирелле тăнă. Хĕнемен вăл чикан майрине, урапи патне ирĕксĕр çавăтса пынă та килнелле хускалнă. Урăхран вăл кунта пĕрре те килеймен пулас. Çĕнĕ самана тытăнсан хӳрине пăртакçă пăрчĕç, унтан выçлăх тапранчĕ. Халăхпа пĕрле чикан майри те йывăр пурăнчĕ, кайран сут тума ирĕк лачĕç. Сутта кура юмăç усламĕ те тупăнсах тăчĕ. Ик-виç çул иртрĕ-и, Павăл шăн чирĕ çапнипе вилчĕ. Ĕçнĕ те юр çинче выртнă. Ашшĕ вилчĕ, йĕкĕреш çуралчĕ, хĕрпе ывăл. Тăлăха юлнă пăрчăкан йавине урçа куккук аçисем те анкаласа ларкаларĕç пулмалла. Çапла, пĕрре, тăлăх арăм патне киле кĕрес тесе, тĕнчере çапкаланса çуренĕ хыççăн пĕр шăрлаттан, Кусар Çĕпиркки, пирĕн яла пырса кĕрет. Чикан майри хуралса пĕтнĕ аркăллă, пӳштĕрлĕ чăваш кĕпипе малти сак çинче чĕлĕм туртса ларать. Икĕ кăкăрне икĕ хул пуççи урлă лашт çакнă та çурăм хыçĕнче тăракан йĕкĕрешне ĕмĕртет. Шур карнă куçĕсем кăнтăрлахи тăмананни пек чар! карăлнă та мăч та тумаççĕ. Çĕпирккана ун илемсĕр пичĕ-куçĕ мар, тулли енчĕкĕ, «ылтăн чӳлмекĕ» кирлĕ пулнă. Çулĕпе те вăл унран ик çул кĕçĕнрехче.
Маврук инке мĕнле кăна хирĕç тăмарĕ пуль — Çĕпиркки пурпĕрех киле кĕчĕ. Чикан майри те «ертсе çӳрекен кирлĕ» тетчĕ. Виç-тăват çул пурăнкаларĕç-и çавсем? Çĕпирккан урăлнă кунĕ пулмарĕ. Çапăçман кун та сайраччĕ. Енчĕк те пушă, «ылтăн чӳлмекĕ» те çук иккен. Хайхи çамрăк упăшка ватă арăмне çын çумне хушанçи, кĕвĕçенçи пулать. Çыннисем те юмăçа ĕлĕкхи пек хисеплемеççĕ, сахал пыраççĕ е вуçех чĕнмеççĕ. Пĕр ялтан таврăннă чух, ял патне çитес умĕнхи иккĕмĕш кĕпер тĕлĕнче, тимĕр тăлă çутăла-çутăла илет. Çаплах уйăх пăхнă. Юмăç карчăкĕ, тахçан Куккук кукринчи пек, кăшкăра-кăшкăра ярать, унтан йынăшнă сасă кăна илтĕнет. Чунĕ тухайманскере, Çĕпиркка ăна килне илсе килет. Маврук инке: «Ах тур-тур, тата мĕн пулчĕ-ши?» — тесе картишне чупса тухать. Ачисем илтмен, вĕсен ыйхи çамрăк пулнă. Çакăн хыççăн юмăç карчăк нумаях та пурăнаймарĕ, вилчĕ. Йĕкĕреше йывăрпа-хĕнпе асламăшĕ пăхса çитĕнтерчĕ.
...Ятмас старик йӳçĕтнĕ пылне тултарчĕ, тав турĕ, тĕппипех ĕçрĕ. «Чикан майри çапла ирттерчĕ хăй пурнăçне», — терĕ вăл юлашкинчен.
Маврук кинемей халĕ те пурăнать иккен.
— Миçере вăл? — ыйтрăм эп Ятмасран.
— Кам пĕлет ăна, хасĕр çĕрсене çитнĕ пуль ĕнтĕ.
Ман ăна кайса курас килчĕ. Куртăм. Вăхăт пек ватă вăл. Шăлĕсем çук, хăлхи пачах илтмест. Ула кăвак тутăрĕ айĕнчен имшер турашăль пек тутăх тĕслĕ çӳç пайăркисем тухса тăраççĕ. Хут урлă калаçăттăм — хут пĕлмест. Пулмарĕ калаçасси. Хăй пурнăçĕн повеçне хăйпе пĕрлех çĕре илсе кĕрет ĕнтĕ...
— Тепĕр ачи ăçта вара? — ыйтрăм Ятмасран.
— Чикан пики-и? — ыйтрĕ вăл манран. — Э-э, ун пурнăçĕ, тимĕр кăмака, хăй тепĕр калу. Хир хулинче юрăçра пурăнать вăл. Сасси, сассийĕ ун! Пĕтĕм Шур Атăл шăпчăкне пĕрле пухса юрлаттар — çĕнтереймеççĕ вĕсем çав хĕр сассине. Хир хулине сан кайса килесех пулать.
Старик, сӳннĕ чĕлĕмне чĕрни çине шаккаса, табак енчĕкĕ кăларчĕ.
II
Эпĕ «район куракĕ» çине лартăм та Ĕпхĕве вĕçрĕм. Ĕпхӳрен — пысăк самолетпа — Хир хулине.
Ку вырăнсем маншăн паллă. Самарта пурăннă чухне вăтăрмĕш çулсенчех эпир — çĕр çирĕм салтакпа пĕр ушкăн çамрăк çыравçă — Чапаев çапăçса тухнă çул-йĕр тăрăх çӳресе çаврăннăччĕ. Чылай ялта-хулара чаплă Чапаевăн ватăлма тытăннă салтакĕсемпе тĕл пулса калаçнăччĕ. Вĕсенчен ун чухне те тарпа тĕтĕм шăрши çапса тăнă пек туйăнатчĕ.
Ĕлĕк-авал кунта чурăс халăхăн лашисем ик уран тăрса кĕçеннĕ, ухă йĕпписем шăхăрнă. Çак вырăнсенчен ĕнтĕ халăх утаманĕ Пугачев Емелен халăхăн çухалнă телейне шырама тухнă. Пугачев йĕрĕпе Пушкин утнă. Леререх, Каспи тинĕсĕ еннерех, Шевченко çеçен хир хĕвелĕ айĕнче çуннă, Украинăшăн макăрнă, Питĕрпурти тусĕсемшĕн тунсăхланă, ирĕклĕх килессе ĕненнĕ...
Çапла шухăшласа пынă вăхăтра пирĕн самолет Хир хулине çитсе те чарăнчĕ. Такси шоферне эп филармоние çул тытма хушрăм. «Пайтуганова Чĕкеç гастроле тухса кайнă, Май хулине», — терĕç мана унта. Урал шывĕ хĕрринче уçăлса çӳрерĕм те пуйăс çине ларса Май хулине кайрăм.
Тин туса пĕтернĕ икĕ хутлă хăна килĕ умĕнче афиша çакăнса тăрать, Пайтуганова хушамачĕ те пур, чикан романсĕсене юрлать тенĕ. Эп савăнтăм, çав вăхăтрах темшĕн кулянса та илтĕм. Хĕвел каç енне сулăннăччĕ, пушă вăхăтпа усă курас тесе хулапа паллашма тухрăм.
Хули хулах та мар-ха та, çич-сакăр çулти кăна-ха та — ячĕ пур, малашлăхĕ пур, хулах пулса çитет ĕнтĕ вăл. Кил-йышĕ халех çирĕм пилĕк пинтен иртнĕ. Пурте çамрăк. Вăтăртан мала кайнине сайра тĕл пулан. Ваттисем пулсан, вĕсем — ачисен ачисене пăхаканнисем кăна. Чул сарнă, ярт тăсăлнă урамсем тер чечек йăранĕсем те çук-ха кунта. Тротуарсене та асфальт витме ĕлкĕреймен. Çамрăк çынсем, паян пурăнмалли çурт-йĕр тунă вăхăтрах, шкулсемпе ача сачĕсем, кинотеатрпа мунча, пăхăр тăпри тасатмалли фабрика тăваççĕ, теприсем шахтăсем алтаççĕ, юпасем лартаççĕ. Урал шывĕнчен шыв кĕме пăрăхсем хураççĕ... Тĕрлĕ чавакан, ăсакан, çĕклекен, çӳрекен, пусарса якатакан машин сасси кĕрлесе те мĕкĕрсе кăна тăрать. Пĕлеççĕ-ши çак йĕкĕтсемпе хĕрсем: вăтăрмĕш çулсенчи комсомолецсем Магнит ту комбинатне çара алпа — кĕреçепе те ал-урипе — çĕклерĕç! Тата çакна та калас пулать: хулари çамрăк йыш канмалли кунсенче виçшер сехет хушши урамсене çамрăк йывăç лартать, çамрăк вулла, çеçен хирĕн сарă çилĕ ан автăр тесе, шалча çумне çыхать. Çамрăк йăх çамрăк йыш-хула тăвать, çĕр айне шăтарса кĕрет...
Çак çеçен хире килме çамрăксене мĕн илĕртнĕ, мĕн туртнă? Малтан кунта шыв та, нимле çурт-йĕр те пулман. Пурнăçа тăватă шалчаран, палаткăран, ĕлĕкхилле каласан, шăналăкран тытăнмалла пулнă. Романтика тени йыхăрнă пуль ĕнтĕ. Анчах та ку вырăншăн çав «сăрлă туталлă пике» универмаг кĕленчи хыçне тăратнă манекен кăна! Кунта Крым мар, Ай-петри тăвĕ мар, тинĕс урлă хĕвел тухни мар. Кунта хĕвелĕ лап çĕкленет те çунтарма тытăнать, хĕл шартламисем вара шăм-шак витĕр тухаççĕ. Çук, хар-сăр çамрăклăх хăраса тăман, килнĕ те хула тума тытăннă. Пĕлмен çĕре ашшĕ-амăшĕсем хăйсен «чĕпписене» ярасшăн пулнă тетĕр-и? Çăкăр-тăвар çитмен-и? Ял килĕшмен-и, çи-пуç питĕ пулман-и? Итлемен çамрăксем ваттисене. Мĕн тĕртнĕ, мĕн хăваланă кунта? Укçа-и, чап-и? Чапĕ пулĕ-ха, укçине ниçта та ытлашши памаççĕ. Хысна сăмахĕпе калас тесен, эпĕ пĕр пуплевпех каласа парăттăм, анчах та тивĕçлĕ сăмахсем, чăн калас тенисем ĕлкĕрсе çитмен-ха, чĕлхе çине килмерĕç-ха. Тен, çамрăк йăха пĕтĕмпех ăнланса çитме хăйсен хушшинчен тухнă сăмах ăсти анчах пултарĕ? Хăйсен хулине вĕсем Май хули, çуркунне хули тенĕ. Самана тымарĕн таппине вĕсем пиртен сисĕмлĕрех туяççĕ, вĕсемшĕн ял-район, республика кăна мар, пĕтĕм çĕршыв тăван кĕтес, ку çеç те мар, вĕсем этемлĕх çуркунни çывхарса килнине лайăх туяççĕ.
Урам тăрăх утса пынă чух эп унта та кунта тăван чĕлхе сăмахĕсене илтрĕм. «Кунта ик-виç чăваш та пур иккен-ха», — шухăшларăм ăсăмра. Кайран пĕлтĕм вара: хулан çурри ытларахăшĕ чăваш иккен! Республикăран та, ытти çĕрсенчен те пухăннă вĕсем кунта. Хĕрĕсем, пурте тенĕ пекех, пĕчĕк хĕрлĕ тутăрпа.
Чăвашсем тăрăшса ĕçлени пуриншĕн те паллă. Ăçта кăна ан пулччăр, мĕн кăна ан тытчăр — тĕплĕ тăваççĕ, чун парса ĕçлеççĕ. Кунти çамрăк вырăссем: «Тăват чăваш — хăех пĕр трактор!» — тесе шӳтлеççĕ. Шӳтне шӳт пултăр, анчах та ун урлă чăн сăмаха каланă. Е тата ку обьектах «Уралчăвашстрой» тесе те калаççĕ. Ĕçлет чăваш, нимĕнрен те хăраса тăмасть.
«Тăват чăваш — хăех пĕр трактор» тени ман хăлхара чылайччен илтĕнсе тăчĕ. Тунмастăп, чĕрем ирĕлчĕ, мăн кăмăллăхăм çĕкленчĕ, чун юрлама пуçларĕ.
...Кинозал тулса пыратчĕ ĕнтĕ. Чăваш хĕрĕсем шур саппунсемпе ларатчĕç е ушкăнăн-ушкăнăн пухăнса калаçса тăратчĕç. Çăвăннă, тасалнă. Таçтан ĕлкĕрнĕ. Каччисем те, брезент тумне хывса, çинçе пĕçĕллĕ костюмсем, шĕвĕр пуçлă туфлисем тăхăннă е плащсем çакнă.
Ак электрошăнкăрав янраса кайрĕ, чаршав та йывăррăн уçăлчĕ. Вырăс юрри, тутарпа пушкăрт юррисем илтĕнсе тăчĕç. Кĕтӳç тумне тăхăннă пушкăрт ачи, курай каласа, хăйĕн çĕнелсе пыракан çеçен хирне мухтарĕ. Акă эпĕ курас тенĕ хĕрарăм тухрĕ. Çук, вăл хăйĕн çамрăк чухнехи амăшĕ пек чăпар тумланман, йĕкĕр çивĕт те яман — артистла тумланнă, хупă кăкăрлă, çĕртен сĕтĕрĕнекен хура пурçăн кĕпе тăхăннă, çивĕтленĕ çӳçне; пуç тӳпи тавра кăшăлласа, çавра-çавра çыхнă. Хăй туллирех те ĕнтĕ, çапах та çат! тытакан хура пурçăн кĕпе, хура путек тирĕнчен çĕленĕ çĕлĕк пек çӳç чăмăркки ăна йăрăс пӳллĕ кăтартать.
Вăл сцена хĕррине утса пычĕ. Мана вăл çамрăк амăшĕ çамрăк упăшкипе Шур Атăл Хăвинчен чикан тапăрне таврăннă чухнехи пек курăнса кайрĕ. Хура куçĕсем хаваслăн, шанчăклăн пăхаççĕ. Çав хушăрах вĕсем темле чăвашларах, тухăç енчиллерех ларнă пек туйăнаççĕ. Хăй çине яр çутă ӳкнипе, питне пудра сĕрнипе пичĕ шурă юр пек курăнать. Пĕр-икĕ самантран гитара калакан та тухрĕ, тенкел çине ларчĕ. Малтан юрăçă чикансен паллă романсĕсене юрларĕ: тĕтре витĕр кăвайт çути курăннă пек туйăнса тăчĕ, савнă тусĕ сыв пуллашмасăр пăрахса кайнăшăн пике кулянни хурлантарчĕ...
«Чăваш пикине!» «Чăваш пикине!» — тенĕ сăмахсем илтĕне-илтĕне кайрĕç. Сасартăк эп нимех те ăнланаймарăм, кайран паллă пулчĕ — ун пек юрă та пур иккен, юрăçи те кунта пулкаланă иккен.
Вăл юрлама тытăнчĕ. Кăкăрĕ çĕклене-çĕклене илнипе хаклă йышши эрешĕ йăлтăр та йăлтăр çуна-çуна сӳнет, пуçне пăрнă хушăра алкисем хыпса илеççĕ:
Ман аннеçĕм чикан,
Ман аттеçĕм чăваш,
Çуралман эп таçта çул çинче.
Каласамччĕ, тăван,
Каласамччĕ, юлташ,
Мĕншĕн кулнă пиртен çут тĕнче?!
Эп çӳçенсе илтĕм: ара, ку хăй шăпи çинчен юрлать-çке! Хурлă шухăшлă куçĕсем тӳрех ман çине пăхнă пек лулчĕç, эп пуçа пĕксе итлесе лартăм.
Ман йăха, тĕп-йыша
Ĕмĕрех, ĕмĕрех
Самана саккисем сас паман.
Каласамччĕ, юлташ,
Мĕншĕнех, мĕншĕнех
Ман ăру çынсемпе тан пулман?!
Ывăçри пăрçа пек
Сапаланă пире,
Хаваланă та кайнă çилсем.
Çĕр çитмен-и çынна
Юлакан тĕнчере,
Каласамăр çавна, тăвансем?!
Хам шăпам — хамăнах,
Ӳпкев çук, ӳпкев çук,
Пул чăваш, пул чикан — пурте тан.
Чун çапах, чун çапах
Макăрать тепĕр чух,
Иртнине тӳрлетме хал паман...
Вăл юрласа пĕтерчĕ, ман çан-çурăм çаплах сăрăлтатса тăчĕ, пăри хылчăкĕ пек чикекен йĕпсем чун-чĕрене ăшаласа-чĕтретсе илчĕç. Кăмăл хумĕ килсе çапнипе малтанах ним те калама пĕлмерĕм, шухăша пуçтарса илме пăртак вăхăт кирлĕччĕ. Май çамрăкĕсем хĕпĕртесе алă çупаççĕ, урисене тĕпĕртеттереççĕ. Çурма чикан, çурма чăваш юрри мана мухмăра яракан, пуçа çавăракан, пылак та йуçĕ шăршă саракан Инди джунглине илсе кĕчĕ. Пин, пин çурă çул каярах истори чикансен тĕп йăхне Индирен хăваласа кăларнă та Çывăх Азипе Европа тăрăх сапаласа янă. Кайнă вара чикансем тĕнче тăрăх. Паян кун та хăшĕсем çаплах çӳреççĕ-ха... Чăвашсен тĕп йăхĕ те тухăçран тухса Урал тăвĕ урлă каçнă. Атăл хĕррине чарăнса йăва çавăрнă. Сапаланман чăваш, пĕр çĕре пухăннă. Истори ăна кăштах хĕрхеннĕ пулас. Анчах ун пурнăçĕ те тутлă пулман. Чăвашăн пин çулхи асапĕ те, чунĕ ахлатни те, пĕр ырă чăваш мĕскĕн чикан хĕрарăмне вилĕмрен хăтарни те илтĕнчĕ мана çĕнĕ йăмăк юрринче.
Сцена хыçне пытăм та эп юрăçа тав турăм. Хулана куçнă чăваш пек вырăсла каларăм. «Эп хамăрла та лайăх пĕлетĕп-çке», — терĕ вăл мана. Сăмах вырăнне йăл кулса илтĕм. Хĕрелтĕм пулас — питĕм пĕçерсе илчĕ.
Хăна килне виççĕн утрăмăр. Варринче хĕрарăм, тепĕр енче гитарист.
Хăй çинчен нумаях каламарĕ Пайтуганова. Ялĕнче вунă класс пĕтернĕ хыççăн вăл колхозра ĕçленĕ иккен, ытла хытă ывăнман чухне клуб хорĕнче юрăсем юрланă. Пĕрре вĕсене района та чĕннĕ. Ĕпхӳрен килнĕ çын ушкăнри сасăран Пайтуганова сассине уйăрса илнĕ те çамрăк хĕре музыка шкулне вĕренме илсе кайнă. Вара çул уçăлнă, вăл ăна консерваторие илсе çитернĕ. Сахал-и халь Совет Союзĕнче ун пекки! Тимĕрçĕ хĕрĕ Киеври опера театрĕнче юрлать, кĕтӳçĕ хĕрĕ — Мускаври Пысăк театрта... Ăнлантăм эп, урăх ним те ыйтмарăм.
— Хир хулине кĕркунне пырăр, эсир Чĕкеçе Земфира ролĕнче курма пултарăр, — терĕ вăл мана сыв пуллашнă чух. Ĕнентĕм эп ăна, вăл Земфира сăнарне те витĕмлĕн кăтартмалла. Сайра хутра «Хура чĕкеç» Шур Атăл Хăвине вĕçкелесе пырать, асламăш çумне ларса чĕвĕлтетет. Йăпанать те çунатне çу сĕрсе каллех вĕçсе каять.
...Ирхине киле кайма тухрăм. Çил вĕркелетчĕ, унтан шилетме те тытăнчĕ. «Сарă çил» килчĕ. Шалча çыххине татас пек çамрăк йывăç вуллисем авăнса сулланаççĕ, хăш-пĕрин тăрри çĕре тивет... Çук, парăнмаççĕ йывăçсем, хуçăлмаççĕ, пиçĕ вĕсем. Кăнтăрла енне лăпланĕ-ха çилĕ, çамрăк йывăçсем каллех тӳрленĕç, хĕвел еннех тăсăлĕç, çутă çилĕмлĕ симĕс чĕлхисем шĕлтĕр те шĕлтĕр, пăшăл та пăшăл калаçĕç. Иртекен çын чарăнса итлесе тăрĕ.