Кăвайт çунать кĕрхи каçран шикленнĕн,
Пĕрре вăйсăрланса, тепре вăйне пухса.
Çут çăлтăрсем, ăна пулăшас тенĕн,
Çĕр çинелле пăхаç куçне чарса.
Çап-çарамас вăрман ларать пит хурлăн,
Шăнаççĕ йывăçсем те çак кĕрхи каçра.
Тен, çавăнпа кăвайт патне тем ыйтнăн
Пуçне усса, тăсаç пĕр кĕвĕллĕ юрра.
Шиклентерет чун-чĕрене çак сĕмлĕх,
Çунсам, çунсам, кавайтăм, вăйлăрах!...
Эс ялкăш чух тарса каять пек шиклĕх,
Килес хĕвеллĕ кун та асăмрах.