Шухăшсем пит инçе вĕçтереççĕ
Урхамaх пек мала ыткăнса,
Тăван ял тыткăнне пит васкаççĕ
Ĕмĕтри шанăçа тавăрса.
Тăван енĕм, ытла аякра эс,
Пурăнатăп санран инçетре.
Шухăшлатăп куллен сан çинчен эп,
Яланхи ырату чĕрере.
Эс васка, ĕмĕтри урхамахăм,
Çитерсемччĕ Уйкасăм ялне.
Анне пилĕ ыйтать çамрăк чунăм
Лăплантарччĕ чĕрем çуннине.
Ак каллех шухăшран эп вăрантам,
Çук, манмарăм этем тивĕçне.
Умăмра тăван кил, ман кĕтесĕм
Ыткăнатап анне ытамне.