Пурăннă вĕсем сĕм авалах,
Хапăлланă ырă хавала.
Пулнă тет хăйсем шултра,
Атлантсем пек вăйлă та патвар.
Çичĕ çухрăм пулнă тет утти,
Çичĕ чалăш тăршшĕ — çăпати.
Хăтлăх кӳнĕ хăтсăр тĕнчене,
Тытнă теççĕ пурнăç тыткине.
Пĕлĕте çĕкленĕ тет çӳле
Ирĕккĕн хăйсем çӳремелле;
Ăшăнмашкăн тупнă кăварне,
Шăрăх чух çутарнă çумăрне.
Вырăнтан куçарнă тет тăва,
Çĕн çулпа юхтарнă тет шыва.
Тĕнчене шыв илнĕ те — талай
Шавласа тăрайнă тет чылай.
Пур чĕр чун пĕтес патне çитсен
Улăп çăлнă тет путассинчен:
Хывнă та вăл хăйĕн кĕпине
Мăшăррăн тултарнă ун ăшне.
Тытнă тет пĕр вăхăт пĕлĕтре,
Шыв чаксан антарнă тет çĕре.
Пулнă тет кĕпи асамлăскер,
Çитмĕл çич тĕспе тĕрленĕскер.
Иксĕлми вăй панă — хĕн килсен,
Çĕнеймен никам та — кĕрешсен.
Хăваланă вăл тăшмансене —
Татăлма паман тăван йăхне.
Йыхăрсан та ют çĕре Мерчен
Вăл кайман çуралнă çĕрĕнчен.
Савнă çĕрĕ пулнă хаклăрах,
Чăн телейĕ — хамăр халăхра.
Улăп ватăлса шуралнă та
Вырăн тупнă чаплă масарта:
Пĕчĕкçĕ ту евĕрлĕ тĕми
Нихăçан йăшса çĕтми-пĕтми.
Çав тĕме çине ларса кансан
Иксĕлми вăй-хал кĕрет-мĕн сан.
Йывăрлăх килсен çĕршывăма
Улăп хатер чĕрĕлсе тăма.
Çил çунатлă шурă утпала
Çĕкленсе вара вăл тухмалла.
Улăпăн тăпри асамлă тет:
Хытнă анана иккен имлет.
Мул тăпри тесе вара ăна
Ывçăн-ывçăн сапнă пахчана...
Улăп йăхĕнчен эпир, туссем!
Улăпла — эпир тăвас ĕçсем.
Халăх вăй илет улăпсемпе,
Пурăнар вĕсен хавалĕпе!
Тулăхрах сапса мул тăприне
Имçамлар-и пурнăç йывăçне!