Халаллани
Валерий Егорова
Салам! Чун виçине пĕлмесĕр
Чи çывăх тус ытамĕпе
Эс чĕннĕ сăмаха илтмесĕр
Санран халь уртăнам-и эп? [1]
Пĕр çемçелсессĕн, ху пĕлетĕн,
Юмартлăх — чиксĕр япала.
Ĕлĕкхиллех — эс кăшт тӳлек те
Виçесĕр шухă эп пулам.
Мана юрать — ăш пусармашкăн —
Çурри пĕтсе, çурри çĕтсе
Сан кăмăлна сапăрламашкăн,
Çĕр сăмахран пĕри çитсен...
Эс çукчĕ те, тĕл пулаймарăм,
Шупашкарта пĕрле утса
Юлашкинчен калаçаймарăм,
Сигара тĕтĕмне çăтса.
Хăçан-ши калаçма тӳр килĕ
Тепре курса ăш каниччен
Твардовский чапĕ, Шкловский стилĕ,
Айхи «çылăхĕсем» çинчен? [2]
Хуçа пек кăмăллăн, вăраххăн
Хула урамĕпе пырса,
Ялан эс галстук пушататтăн
Алăпа мар — пуçна пăрса...
Хăçанччĕ çав? — тен астăватăн —
Çак тĕл пулу килессине
Шанса тăрса, эс алă патăн,
Эс ăнăç сунтăн çул çине.
1962 ç.
I. Çула тухсан
1
Çула тухсан, йăли çапла та —
Утсан-утсассăн, пĕр самант
Çавăрăнса çулна куçлатăн,
Хăвна пуçлатăн сăнама.
Мĕн чул кайса, мĕн чухлĕ юлнă,
Пăрса кĕмен-и çул юппи,
Тен, кăмăлу каплах та тулнă,
Пĕр тикĕс-и чĕре таппи?
Тăман тустарĕ те çил касĕ,
Çунтарĕ шелсĕр шартлама —
Ман çавнашкал çул-йĕр хавасĕ —
Пиçĕлĕхпе çеç упранма.
Е витĕр йĕпенсе шапарăн
Эс шалкăм çумăр айĕнче, —
«Йывăрлăха çапах ан парăн», —
Хăвна хистетĕн çул çинче.
Ыраш çăкри çисе ӳссессĕн
Атте-анне ыр килĕнче;
Кĕрнеклĕ яшлăха кĕрсессĕн
Туссемĕр тачă йышĕнче;
Пире ăс панă аслă шкулăн
Шăв-шавлă пӳлĕмĕсенчен
Чипер тухсассăн халсăр пулмăн,
Эс юлмăн пурнăç уттинчен.
Хама эп самана хăрахĕ
Тесе шутлап çак хутлăхра, —
Эппин ман уйрăм биографи
Ăнса пырать йывăрлăхра.
Атте-анне таса кил-çурчĕ
Ачашлаймарĕ çав пайтах:
Атте вăрçа кайса пуç хучĕ,
Анне хĕне кайса — ялтах.
Эпир «крахмалпала» упраннă,
Ыраш çăкри час-час тивмен.
Ал çавăрсан анне унанă
Эрзац çăкри çĕрулмирен.
Чунна чул хушшинче упран-тăк
Тип шăрăхран, сивĕсенчен,
Ӳссе çитсен нимпе те катăк
Пулмастăн эс ыттисенчен.
Герой та, турă та, патша та
Сумран тухса пĕтес чухне
Хама эп çирĕпрех шанатăп
Тата — чĕр пурăнăç вăйне.
Хастарлăх усăсăр ан сӳнтĕр,
Вăйна кура ĕç-пуç хайла.
Вара тапран чĕр юхăм витĕр
Иккĕленӳсĕр малалла.
2
Аса килет те çул пуçламăш —
Чĕр сиплĕх пулнă-мĕн çав кун.
Халь пурпĕр мар-и — тухăç, анăç —
Тиркешмĕпĕр, хĕрсессĕн юн.
Пăралуксем ян-ян янраççĕ,
Ян-ян янраççĕ юпасем, [3]
Пĕр ачашлаççĕ, пĕр яраççĕ
Уçăлтарса чуна вĕсем.
Çĕкленчĕ кăмăл. Шухăш çивĕч.
Вăй-хал тулать — йăлт çĕнесле.
Куç умĕнче, ман чун уççи пек,
Йăлтăртатса выртать шоссе.
Ак хăвăрттăн чупма пуçлаççĕ
Ик енĕпе шур юпасем,
Ак çул парса каçăрăлаççĕ
Умра йĕр-йĕр шлагбаумсем.
Ялсем иртеç. Крансем кармашнă
Завод труби тĕтĕмĕнче.
Кĕрлет кĕпер; сăртсем, ташланăн,
Вăр! çаврăнаç. Ташлать тĕнче.
Ай-хай çил юррисен сипечĕ,
Мĕскер санран хăватлăрах?
Хаваслă çемĕ кĕвĕленчĕ,
Чуна çĕклерĕ вăл вăрах.
Хĕрсем ал сулнине курсассăн
Уçса яран та кантăка —
Çил юррине саспа хуплассăн
Хавхаланса вулан Блока:
«Пулмасть тени те пурнăçланĕ,
Çулу та туйăнмĕ инçе,
Куçсем çиçсессĕн явлăк айĕн
Тусан çĕкленнĕ çул çинче...»
3
Пĕр йĕкĕт пирĕнпех юрларĕ
Çула тухсан çул юррине:
«Ах шурă-шурă Шупашкарĕ
Хăçан тĕл тăвĕ пĕр-пĕрне?»
Шӳтне те пирĕнпех шӳтлерĕ:
«Эй-хей, юлташăм, чим-ха, чим,
Авал пĕри каланă евĕр,
Придем, увидим, победим!»
Кайран, пĕр-икĕ кун ларсассăн
Çеçен хирти пĕр станцăра,
Ятларăмăр саспа та сассăр
Машинăсен çулне хупланă
Пĕр вĕçсĕр сивĕ çумăра.
Кайма та нумаях юлманччĕ,
Пĕр вăтăр çухрăм утмалла.
Ку хутлăха вăй-халлă каччă
Упаленсе те тухмалла.
Кана-кана çума пикенчĕ
Ĕшеннĕ çумăр суткаран.
Кашни мĕн пурине пĕркенчĕ,
Утма пуçларăмăр çуран.
Анчах вăл юлчĕ. Вăйсăр шухăш
Хăйне йăлтах çĕнтериччен
Асаплăн ларчĕ те пĕр хушă —
Укçа ыйтать пиртен кивçен.
Укçа пуçтартăмăр — ан суттăр
Çемйи туяннă сехетне.
Ĕç тунă пек сĕнсех — ан выçтăр —
Котлет паратпăр сых ятне.
Алне парасшăнччĕ — хăймарĕ,
Вара ним тăвайман енне
Куçне тартса пире каларĕ:
«Кил-çурт... Савни... Атте-анне...»
Кун пек чухне вăрçса тăкни те
Ӳкĕтлесе ятлани мар,
Ӳпкелемен хĕрхенĕç витĕр
Куçран пăхса илни хаяр.
Кăмăлĕнче шырамăп айăп,
Питлеймĕп тин мĕн пулнине.
Чуна ыраттарса туятăп
Паян пĕр тус катăлнине.
Чăматана вара çĕклетпĕр —
Мĕн калаçса тăрас вăрах?
«Эппин, каяр, туссемĕр, — тетпĕр, —
Йыш пĕтмĕ пирĕн унсăрах».
Хастар пулсан пире те савĕç,
Мĕнле хисеп çăмăлтарах.
Ĕçне тусан — ăçта та çав ĕç,
Тарне тăксан та — çав тарах.
Çеçен хирте çил вĕçтерет те
Сиксе кусать [[I,241]] —
Эп хам çӳрес çулпах çӳретĕп,
Суйлатăп хам çула хамах.
Çĕр-шыв ăçта чĕнет — каятпăр,
Ун шанăçне мала хурса.
Эпир поэмăсем çыратпăр
Чулсем катса, рельссем тăсса.
Хăш чух ют станцăна анатăн,
Çӳрен пĕр-пĕр Сарапулта.
Чăваш ачисене куратăн
Унта лумпа, кувалдăпа.
Шпалсем улăштарса пыраççĕ,
Юсаççĕ кив чукун çула.
Рельс сассинче илем шыраççĕ,
Çыраççĕ пирĕн кун-çула.
Эп хам чун канăçне шырарăм
Алтайпала Казахстанра,
Пĕрремĕш ярăма хайларăм
Ĕç хушшинче хирти станра.
Хĕлле ĕне кӳлсе çӳренĕ
Венерăсем хĕрĕсене
Тăван йăвисенчен вĕçтернĕ
Бетон хывма Иркутск енне. [4]
Пирĕнпеле, ăçта кайсан та,
Хăй евĕр талисман çӳрет,
Ун вăйĕпе чула касатпăр,
Вăлах кулачă çитерет.
Çапла çӳрет ĕçчен яш-кĕрĕм
Çил хучĕпе, вербовкăпа.
Пур халăх ятсăр ывăл-хĕрĕ
Тăванлашать пĕртанлăхпа.
Нăйăлтисемшĕн мар ку тапхăр.
Тĕрек кӳрет Çĕршыв-анне.
Аташма мар çула тухатпăр,
Сулăнма мар енчен енне.
Вăя туйса çуралнă шанăç
Çав кăмăла тивĕçтерме...
Вăл — килчĕ, курчĕ те çухалчĕ,
Эпир — юлатпăр çĕнтерме.
II. Паллашу
1
Эп паллашмашкăн васкамарăм
Хам савакан вулаканпа,
Редакци хăлăпне тытмарăм
Пули-пулми хайлавăмпа.
Нихçан та шутламастăп çăмăл
Пĕр кӳленсе ĕçленĕ чух.
Сăпайлă ăс, чи ăшă кăмăл
Çитмесĕр çын умне ан тух.
Салам, хисеплĕ вулаканăм!
Парне тени ман çак кăна.
Тен, эсĕ унпала йăпанăн,
Ырсассăн, çĕклĕн кăмăлна.
Эп хамăн шухăша тунмасăр,
Чи пысăк ĕмĕте шанса,
Чуна уçса парам ултавсăр,
Яланлăха тăванлашса.
Тăванлашмалăх паллашас-тăк,
Шӳтпе анчах калас-и ман:
«Эрех ĕçмен, тапак туртмастăп,
Хальччен хĕрпе те выляман».
Çук, апла мар. Умна тухмашкăн
Пĕр ячĕшĕн тумаç хисеп.
Тӳре пулсассăн эсĕ маншăн,
Чи тӳрĕ тус пуласшăн эп.
Мĕскер ыйтатăн, мĕн шыратăн —
Ман чун унта, хуть мĕн кала,
Эп сансăр пуласран хăратăп,
Эп вăйлă сан вăюпала.
Вара пулас килмест те катăк,
Хуть тарăх, хуть çилле шăмар,
Пĕр кӳленетĕн те туртатăн,
Чуман лаша пуласшăн мар.
Харкамăн хăйĕн пек пегасĕ,
Эп курнă та пĕлеп хамах:
Чупаймĕ ĕрĕхсе çил каснăн
Ăшне пĕçернĕ урхамах.
Тĕк татнă евĕр çăрхаласшăн
Васкать те ут сан умăнта —
Асту: пустуй мухтав тупасшăн
Хăвмастчĕ шухăшлă Митта.
Хăшсем — кама мĕнле ут лекнĕ,
Шăлне пăхса илменскерсем —
Хăваççĕ чупнă чух ленклетнĕн,
Тăрсан — тĕртеç мекĕрленсе.
Е ларкçăран пире хĕсеç те
Тилхепене ярса илсе
Чăпăрккапа ута сĕвеççĕ
Лаша кӳлса курманскерсем.
Кăпăклансах лашу тарланă,
Пĕр чăхăмлать те пĕр туртать,
Е сулăнкă, е тарăн лакăм —
Вара шарт! хуçăлать турта.
Мĕскер калас пĕтсен ытарлăх,
Мĕнпе вĕçлем сăмахăма?
Пулин лаша хавшак та тарлă —
Час ярас марччĕ сăхăма.
Хевтӳ çитсен пĕр тытнă çулăн
Вĕçне тухма, — ан тив, вăрах, —
Турра та тав тумашкăн пуçлăн
Идеалист пулмасăрах.
Ай ансат мар та çын кун-çулĕ,
Ай пĕчĕк мар та çут тĕнче -
Тӳрри те, ытлашши те пулĕ
Сас паллисен ĕртĕнче.
Кала, тăван, мĕнле хакласшăн
Шухăшунта паян куна.
Вăл чĕрĕ тапхăр — сумлă ватшăн,
Яшсемшĕн — кивĕ самана. [5]
Хăш чух ăнланаймасăр супăн
Пĕлтерĕшлĕ кунна-çĕрне.
Хăв тĕллĕн тавçăраймăн унăн
Пит енĕпе тӳнтерĕшне.
Вара чун чăтлăхне таратăн
Ху ĕмĕтленнĕ хăтлăхран,
Пĕччен Робинзонла шыратăн
Хăвна хатарлă чăтлăхра.
Хăш чух сĕм шухăшăн капламĕ
Пуçа ӳксе çавăрттарсан,
Шухăшунтан выртса лăпланăн,
Тĕлĕкӳнтен — тăрса ларса.
Е çитнĕ ĕмĕртен таратăн,
Е ĕмĕтӳ санран тарать.
Чун тĕпнелле эс пытаратăн
Чи хаклине тарăнтарах.
Хăй тĕллĕн килнĕ татăк-татăк
Хăратакан йĕркӳсене
Çырса хумасăр çухататăн,
Асран яратăн вĕсене. [6]
Хăш чух ӳкес патнех çитетĕн,
Анчах сирсе халсăрлăхна
Ик аллуна пĕр ĕç илетĕн,
Унпа сиплетĕн эс хăвна.
Ӳкме тăрсан, тĕрев пул манăн,
Ӳксен, ан çап, тăма вăй пар.
Пĕрне пĕри çĕртме, тăванăм,
Этем вăл гладиатор мар.
2
Вулакана чунтан сумлатăп;
Халь критикпе хушас сăмах.
Ун аллинче хама туятăп
Сăвва çырма ларсассăнах.
Ак халь те ӳт-тирпе сисетĕп
Кăранташне шĕвĕртнине,
Ăçта мĕне чĕрессине те
Ăçтан сӳтме пуçласине.
Эп хирĕç мар, лартса вăл тухтăр
Пĕр пуçăнсассăн хăй ĕçне
Ыйту палли те, кăшкăру та
Ман йĕркесен вĕçĕсене.
Анчах шикли шикленнĕ тенĕ.
Пĕлетĕп эпĕ вăл мĕнне:
Пичетличчен малтан питленĕ
Ман сăвăланă йĕркене.
Пире ăс-тăн парса супаççĕ
Хисеплĕ-сумлă кантурсем,
Пиртен тăвасшăн параппанçă
Ыр сунăмлă чукмарçăсем. [7]
Ӳпкевĕм çук. Пĕлни ман пур-тăр,
Çавах сисĕмлĕхрен сахал.
Ăс паракан ватти пек пултăр
Пур тишкерӳ те. Патăр хал.
Клеме çапсан, тăмхаласассăн,
Хăртса тӳрккессĕн питлесен,
Янраймĕ тытăнчăклă сассăм,
Рифмăланаймĕç йĕркесем.
Канашлă ăс пулсан, ĕненĕр,
Пĕрре те эпĕ хирĕç мар.
Ан тив, ăсталăха вĕренттĕр
Теори пĕлекен Хутар.
Ан тив, пире пĕлӳлĕх патăр,
Аван çĕпре пек çĕнетсе,
Ăс-хакăла чĕртсе хăпарттăр
Иван Данылыч Кузнецов.
Ан тив, вулатăр та хаклатăр
Ман поэтла сăн-сăпата,
Истори пăнчинчен шайлатăр:
«Ку — кам влиянийĕ тата?»
Манпа пĕрлех куçса çӳретĕр
Стендаль панчен Тăхти патне,
Сивлетĕр те, анчах пĕлтертĕр
Поэтăн уйрăм сăпатне.
3
Мăнаçлăхшăн сăмах та тивĕ,
Çитет — сăпайлăрах пулам.
Таса чунтан яма эп тивĕç
Вĕрентекенсене салам.
Сĕмсĕрленсе эп çулăхмастăп
Аслисене йăпăлтатаса,
Анчах шанатăп ман сăмах та
Кăмăл турамĕ пуласса.
Тен, вĕсене те, ăш вĕçсессĕн,
Кăмăллăрах пуль аякран
Кĕтмен салам вĕçсе килсессĕн
Хальчен курман-илтмен çынран.
Сан умăнта, Питрав Питравĕ,
Пуç тайăп эпĕ çĕр таран:
Митта каларĕш, мул утравĕ
Эс пултăн маншăн ачаран. [8]
Ĕçле, çулсен шутне туймасăр,
Яланхилле — хĕрсе, кал-кал,
Çапкаланмасăр, мухтанмасăр,
Ĕçчен учитĕлĕм Алка.
Кĕркуннехи ем-ешĕл уçăм
Тăрать те куç умне тухса —
Çеçен хирти пек чун яр уçă
Сана вуланă чух, Ухсай.
Ăмсантарать сирти ĕçченлĕх,
Тĕреклĕх, ирĕклĕ ăс-пуç,
Чăн-чăн илемшĕн çивĕчленнĕ
Хăй евĕр тинкерӳллĕ куç.
Поэзире — çĕр те пĕр сасă,
Чăн-чăн ăсти ун — хăй сасли.
Эппин, эс ху пера тытсассăн
Никам та çук санран асли.
Ĕçчен алăстисем ӳстерĕç,
Ан тив, талантлă шăнкăрча -
Пулас теместĕп подмастерье,
Тухас килмест ман шăнкăрча.
(Сухаçă пек те, шăпчăкла та
Вăл шиплетет хăш чух маттур,
Унрах — хам илтнĕрен калатăп —
Çурхи кушак сасси те пур.)
Кам урапи çине ларатăн,
Ун еккипе эс кустаран, —
Эп хамăн сукмака хыватăп,
Утса çӳретĕп-ха çуран...
Тен, теветкеллĕхĕн çул-йĕрĕ
Çавăрăнса тĕнче тавра
Мана тепре илсе çитерĕ
Кĕтсе тăман Шупашкара.
Унччен — ĕçлес-ха ывăнмасăр,
Пĕр вĕçĕмсĕр çĕнелнĕ пек,
Мĕн тунипе канăçланмасăр,
Чун тĕпĕнчи çĕкленӳпе.
III. Туслăх.
Геннадие.
1
Хавас та тунсăхлă ик каччă —
Начар-и эпĕр, лайăх-и —
Сана Ухсай пичче саватчĕ,
Мана — хитре тесе — Айхи.
Пире ют марччĕ тĕлсĕр шухлăх,
Пĕр пек сăпайлăх та ют мар,
Ялан пĕрле, тăванлă-туслă
Çӳреттĕмĕрччĕ — ик Юмарт.
Суйса курманшăн-и саватчĕç
Салхулăх карнă куçсене,
Хитре хĕрсем арпаштаратчĕç
Е якататчĕç çӳçсене.
Сан ăшшупа вăй-хал хушаттăм...
Ишлей енче, Кĕрнечере,
Эп сан сăввусене вулаттăм
Ман ĕмĕтрен çулти хĕре.
Эпир пĕлместĕмĕр — мĕскерччĕ
Пире валли хайлать шăпа,
Анчах пулас инкекĕн терчĕ
Яланччĕ туслă шухăшпа.
Эпир туяттăмăрччĕ: хурлăх
Пире вăрсан та хĕнлĕхе,
Тăванлăхран та çывăх туслăх —
Пĕр çăлăнăç — ĕмĕрлĕхе.
Çак кун пире аса килмен-тĕр:
Ку уйрăлу асаплă пуль —
Çак самантра ак, чун кӳтсен те,
Куçра палăрмасан куççуль.
Чăнах вара чĕре хытать-ши —
Кун чул чăтса, кун чул курса
Çухалнă ĕмĕт пек самантшăн
Тĕлĕксенче çеç макăрсан.
Ялан çапла: иртни иртет те,
Хыçри юлать те хыçала,
Çĕн ĕмĕтпе çунса хĕретĕн,
Çирĕпленсе пăхан мала.
Уяр-и пулĕ е çил-тăвăл
Урса тустарĕ — пур пĕрех
Çак туслăх — пирĕн çул çути вăл
Мала утма иксĕмĕре.
2
Халаллă сăввăм саншăн пулчĕ
Çула тухса каяс чухне.
Ăш туйăмпа ман кăмăл тулчĕ
Курса тăван пĕр шухăшне.
Эпир çула суйланă хамăр
Тăван çĕрсен талккăшĕпе.
Пире, шанса, тăван хуламăр
Вĕçтерчĕ пиллĕ аллипе.
Саланнă та — иртсе çӳреççĕ,
Пĕлетĕп каламасăрах,
Упи каçман çырминчен çеç-и —
Ура пусман сăрт-ту урлах.
Сăваплă пулĕ пирĕн вырăн
Ыр йĕр ӳксе пырсан хыçа.
Чăрмавлăхран хăш чух, тен, ырăн,
Анчах ан тарăх пурнăçа.
Пулни-иртни йӳне тухмасăр —
Кайран çакна ăнланăн, тен, —
Пырать пĕрлех пĕр уйрăлмасăр,
Юлмасть пиртен, юлмасть пиртен.
Хĕсет те уйрăлу саманчĕ,
Чуна сусăрламалăх мар.
Чĕр тунсăха чĕреçĕм манчĕ,
Пуласлăх уçă та уяр.
Ак халь çав туслăхра вăраннăн
Кашни утать хăй уттипе.
Вăл пур — вĕçет, пире упранăн,
Пуç тĕлĕнчи орбитипе.
Çӳрем вăл пуррине манмасăр!
Çав туслăх-çăлтăр çутипе,
Сĕм каç ӳксен те, аташмасăр
Çитес тĕле çул тупăп эп.
3
Тавах тесе эп халь калам-и
Асран кайми института? —
Чăваш сăмахĕ — чун саламĕ —
Пире пĕр тунăччĕ унта.
Сумли те пурччĕ, ятсăрри те —
Пулман никам та ытлашши.
Ун чух янрарĕ тунсăх витĕр
Çав «Пĕчĕк акăшсен ташши». [9]
Эпир чун чĕлĕхне ĕнернĕ
Çут кĕвĕллĕ Чайковскийпе.
Чăваш çĕрне савма вĕреннĕ
Огиньский полонезĕпе. [10]
Скворцов Юрккан тумхахлă çулĕ
Пуçланчĕ «Сурăм хĕрĕпе».
Телейлĕ пултăр ун кун-çулĕ
Ĕçчен шыравçă тарĕпе.
Теприн сенкерччĕ шурăмпуçĕ,
Шап-шурччĕ çеçкери палан. [11]
Кĕвви чечен, сасси те уçă —
Çаплах вăл пултăрччĕ ялан.
Çине тăрсах çулне шыратчĕ —
Халне ăçтан тупатчĕ-ши? —
Калав та, сăвă та çыратчĕ
Пуçне усман Юхма Мишши.
Денис Гордеев, манăн тусăм,
(Ун «Шăпчăкĕ» килет аса)
Шăп çавăн чух пĕрремĕш пусăм
Тусаччĕ шанчăк çуратса.
Юрла эппин тур панă халлĕн,
Тăван поэзирен ан пис.
Сана та ăмсанса, тен, калĕç
Ун чух вара: «Умри, Денис!» [12]
Çул юппинчи виç паттăр мар та —
Хал пулнă хамăра кура.
Пуласлăх пур-ха виç Юмартăн —
Анчах шăв-шав ак, сас-хура...
Асăрхаман пире Державин,
Пехиллемен патне çитсен. [13]
Вăй илчĕ пирĕн чун шыравĕ
Синкерлĕ çул Митта вилсен.
Ишлей енчи Çĕньял чăвашĕ,
Ăспа кервен, сăнпа тӳлек, —
Эс, Шопегауэр юлташĕ,
Суя илемшĕн мина пек. [14]
Саламлă кăмăл, ырă сасă —
Саватăп эп Геннадие.
Куллен кунхи ĕçре ырсассăн
Тытатăп ун кĕнекине. [15]
Эп «Шухăш» ярăмпа лараттăм
Чун еккине ăнкарнă май.
Е пурнăç тупсăмне шайлаттăм
Пуç çĕмĕрсе ун чух самай.
Пире хура сăрпа сăрларĕç
Вĕт кăмăллă элекçĕсем.
Ют сас тупас тесе тăнларĕç
Петĕрсемпе элекçейсем.
Çилле хăваламастпăр уншăн,
Ӳпкев тытмашкăн çук сăлтав —
Тусмарĕ пирĕн тачă ушкăн,
Чысăмăра сутманшăн тав.
Вăй патăр, çывăх тус тени те
Е урлă-пирлĕ пулнăскер,
Манпа пĕр хурантан çини те
Е татăкне пытарнăскер.
Пуçланă ĕç ăнса çеç пытăр,
Пĕр вĕçĕмсĕр кĕрешӳре
Пĕр-пĕринпе алран-ал тытăр
Тĕрек тупса килĕшӳре.
4
Эс ас тăватăн-и, тăванăм,
Шупашкарта, студент чухне,
Эпир итлеттĕмĕр тăваттăн
Чăвашăн çĕнĕ сăвăçне? [16]
Те тĕтĕмпе пуç çаврăнатчĕ,
Те хай Мускав эрехĕпе?
Тăп-тăвăр пӳлĕм курăнатчĕ
Декадентсен притонĕ пек.
Тĕлне пĕлсе-и, пĕлсех мар-и
Тасалăха шыраканскер
Чунне çухатнă пек вуларĕ:
«Сыв пул, Рембо! Сыв пул, Бодлер!» [17]
Анчах ăш туйăм çурататчĕ
Пĕр шутсăр каннă вăхăтра,
Ача пек кукленсе выртатчĕ,
Путек пек пĕчĕк те кăтра.
Ăçта тĕнче касса çӳрет вăл,
Мĕн çухатса мĕскер тупать.
Ăçта шырать вăл чĕрĕ тĕвĕ,
Кам ячĕпе тупа тăвать? [18]
Эй, саманамăр, саманамăр,
Чи çӳллĕ лозунг айĕнче
Хăш чух — чăнах куратпăр хамăр —
Çутах та мар çак çут тĕнче.
Анчах пурах-ха вăл тасалăх,
Ăна тупатпăр шырасан,
Пире шанса ӳстернĕ халăх
Ĕç-хĕлĕнчен уйрăлмасан.
Паянхине сума сумасăр
Ăслăланни пустуй тăкак.
Епле ху пурăнса курмасăр
Çын шăпине паратăн хак?
Салхулăхпа киленнĕçем-и
Вăйсăрланса усас алла?
Янравлă пурнăçăн пин çемĕ —
Пурне те сан ăнланмалла.
Ырри те пулĕ, усалли те —
Кивви çĕрет, çĕнни шăтать...
Эп хам валли хастарлăх илтĕм
Йӳне хумасăр вăхăта.
... ... ... ... ... ...
Сывпул! тесе çула эп тухрăм,
Салам! тесе ярап хыпар.
Эп канлĕх шырамасăр утрăм,
Кăшт сывлăш çавăрмашкăн пар.
Алла чĕре енне хурам та
Пуçа тайса халь тав тăвам,
Шăпамăрсем пĕрле çуратнă
Мана кĕтсе тăран тăван.
Хăçанччĕ çав? — Эс астăватăн.
Çак тĕлпулу килессине
Шанса тăрса эс алă патăн,
Вара ăсатрăн çул çине.
Улхашсем, 1960-1962 çç.
Автортан
Ку поэмăна 1960-1962 çулсенче çырнă. Унта 50-мĕш çулсен вĕçĕнче хайланă сăвăсен сыпăкĕсем те кĕрсе кайнă. Поэмăн пĕр пайĕ «Юрату йыхравĕ» ятпа «Çул курăкĕ» (1993) кĕнекере уйрăм поэма пек пичетленсе тухрĕ. Ытти пайсене туллин пичетлеме май пулманран улăштаркаласа, кĕскеткелесе «юрăхлă» вариант хатĕрлеме хăтланса пăхнăччĕ, анчах пичете сĕнме хăюлăх çитереймерĕм. Кăмăл пур чух çывăх çынсене вулакаласа панипе çырлахса пурăнтăм. Тус-тăвансене, тантăшăмсене ĕненсен, поэмăра 60-мĕш çулсен паллисене, самана таппине, ун чухнехи çамрăксен хирĕçӳллĕ кăмăл-туйăмне ăнланма пулать. Çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче 60-мĕш çулсенчи литературăпа кăсăкланма пуçлани курăнать. В. Станьял хатĕрленĕ вĕренӳ кĕнекисенче çав тапхăрпа çыхăннă материалсем кун çути курчĕç, хаçат-журналта «айхисемпе юмартсене мĕнле тустарни» çинчен çырчĕç («Капкăн», 2001-2002 çулхи номерсем). Ĕнтĕ поэмăра асăннă тантăшсем яланлăха уйрăлса каяççĕ. Вĕсен умĕнчи парăма туйса, вĕсен ырă сăнарĕсене асра тытса çак хайлавăн тулли мар вариантне пичете сĕнетĕп.
Ăнлантарусем
[1] Валерий Егоров — Шупашкар пединститутĕнче пĕр вăхăтра вĕреннĕ тус. Чи лайăх паллăсемпе кăна вĕренсе пынă студента диплом памасăр Шупашкартан Куйбышев облаçне ăсатрĕç. Манăн Ульяновск облаçне кайма тиврĕ. Ун хыççăн вара Шупашкара пырсан кăна курнăçса калаçаттăмăрччĕ. Сайра хутра çырусем çӳрететтĕмĕрччĕ. Валерий Петрович вĕрентӳ ĕçĕнче сумлă ятсене тивĕçрĕ, критик пулса «Вăхăт ыйтнипе» кĕнеке кăларчĕ (1989). Кĕнекине мана «пĕрле вĕреннĕ, кĕрешнĕ малтанхи юлташа» тесе çырса пачĕ.
[2] А.Т. Твардовский — вырăс поэчĕ. Унăн «Василий Теркин» поэмине Г.Айхи чăвашла куçарчĕ. Чăваш кĕнеке издательстви ăна тăлмач ятне кăтармасăр пичетлесе кăларчĕ (1960).
В.Б. Шкловский — нумай енлĕ пултаруçă. Л.Толстой, Ф.Достаевский, В.Маяковский çинчен кĕненкесем кăларнă. Пире унăн эссе жанрĕпе çырнă хайлавĕсем, хăй евĕрлĕ стилĕ килĕшетчĕ.
Айхи «çылăхĕсем». 50-мĕш çулсен вĕçĕнче çамрăк поэтăн пултарулăхне тиркесе çыратчĕç: И.Кузнецовăн «Пĕр баллада çинченех» («Коммунизм ялавĕ», 1957, майăн 29-мĕшĕ); «Пĕр пуля çинчен çырнă баллада» («Ялав», 1957, 4/) статйисем; И.Ивановăн «Нăйкăш сасă» («Коммунизм ялавĕ», 1958, декабрĕн 30-мĕшĕ) статйи. Критиксем Айхине соцреализм меслечĕпе çырмасть, унăн сăввисем пессимистла тесе айăплатчĕç.
[3] Ку икĕ йĕркене Г.Торфимов (Юмарт) сăввинчен илнĕ.
[4] Айхин «Чĕрĕ тĕвĕ» тата Василий Федоровăн «Проданная Венера» поэмисенчен илнĕ сăнарсене пĕрлештерсе каланă.
... хĕрĕсене вĕçтернĕ
Бетон хывма Иркутск енне...
Иркутск енчи стройкăсенче ĕçлекен хĕрсем çинчен Айхи çырнă ярăма аса илсе йĕркеленĕ.
[5] «Ашшĕсемпе ачисем» («Отцы и дети») — яланхи проблема — пирĕн яшлăхра уççăн палăрма пуçларĕ. Вăрçă вучĕ витĕр чĕррĕн тухнисем, Сталин лагерĕсенчен хăтăлса таврăннисем Хрущев саманине мухтатчĕç, çав вăхăтрах çамрăксем идеологи пусмăрĕнчен хăтăлма ăнтăлатчĕç.
[6] Кусене «шалти цезура» çинчен каланă.
[7] Чукмарçăсем тесе критиксене каланă. Ку сăнар П.Хусанкайăн «Шелепи шерепи» поэмине вуланă чух тупăннăччĕ:
Чукмарланă çеç мар — эмелленĕ
Критик йышĕ поэт таврашне.
(П.Хусанкай, «Поэмăсем». Ш., 1960. 70 стр.)
[8] Митта Ваçлейĕн: «Петĕр Питравĕ ... пуянлăх утравĕ».
[9] «Пĕчĕк акăшсен ташши» — Ваçлей Игнатьев пултарулăхĕ çав ятлă калавран пуçланчĕ. Хайлав ятне вăл П.Чайковскин «Акăшкӳль» («Лебединое озеро») балет валли çырнă музыкăран илнĕ.
[10] Огиньский (1765-1833) поляксен 1794 çулхи пăлхавне хутшăннă. Кунта унăн «Тăван çĕр-шывпа сывпуллашни» полонезĕ çинчен каланă. Аллăмĕш çулсен иккĕмĕш çурринче Шупашкарти кашни репродуктортан çав кĕвĕ илтĕнетчĕ.
[11] Кунта Юрий Петров (Вирьял) çинчен каланă, унăн йĕркисене аса илнĕ:
Сенкерленчĕ шуçăм
Çеçкере палан.
[12] «Умри, Денис!» — Денис Фонвизин «Бригадир» комедийĕпе чап илсен, ăна «Умри, Денис, лучше не напишешь!» — тенĕ пулать.
[13] Пушкина тӳнтерле цитатăланă:
Старик Державин нас заметил
И, в гроб сходя, благославил.
[14] Валерий Егоров хăйне Ишлей енчи Çĕньялтан, Айхине Патăрьел енчи Çĕньялтан, тетчĕ. Вăл илем теорийĕпе кăсăкланатчĕ, Шопенгауэр çырнисене конспектлатчĕ.
[15] Г. Юмарт хăйĕн сăввисене пичетлекен машинкăпа çапса темиçе экземпляр кĕнеке çĕленĕччĕ (самиздат темелли), пĕрне мана парнеленĕччĕ.
[16] Итлекенсем виçĕ юмарт, тăваттăмĕшĕ Лариван Козин пек астăватăп.
[17] Айхин «Эп пĕлетĕп...» сăввинчен улăштарса илнĕ цитата.
Сывă пул, Рембо! Сыв пул эс,
Тунсăхлă пиччем, Бодлер. (Айхи)
[18] «Аттесен ячĕпе» кĕнеке, «Чĕрĕ тĕвĕ» поэма тата «Тупа» сăвă ячĕсенчен йĕркеленĕ предложени.