Ялта, хулара, уй-хирте
Персе, касса тăкнă çынсем.
Хитре пурнăç кĕтнĕ çĕртен
Вĕлернĕ таса ачасем —
Хушаççĕ паян кăшкăрсах
Фашизм вăйне тĕп тума!
Аманнă пирки асаппа
Вутра çунакан салтаксем,
Тискер фашистран хурлăхпа
Усал мăшкăла тӳснисем —
Хушаççĕ паян кăшкăрсах
Фашизм вăйне тĕп тума!
Арканнă хула тĕпĕсем,
Кашни сыпăнми ванчăк чул,
Çунса кăмрăкланнă ялсем,
Хирти йăлт таптаннă тыр пул —
Хушаççĕ паян кăшкăрсах
Фашизм вăйне тĕп тума!
Хушаççĕ вĕсем хистесех
Хаяррăн тăрса çапăçма,
Фашизм йăхне тĕнчипех
Мĕн пур çĕр çинчен тасатма!