— Ăçта пултăн? Ма кая юлса çӳретĕн?
— Кам хыççăн кая юлса килтĕм вара?
— Ан лĕпĕртет. Ыйтăва хуравла.
— Ан та ыйт, каламастăп.
— Мĕншĕн?
— Мĕн тума кирлĕ сана?
— Манăн эс ăçта çӳренине пĕлмелле пу-уль...
— Мĕн тума?
— Мĕнле мĕн тума, эпĕ сан арăму пуль...
— Эпĕ сан упăшку, аха-и? Атту пĕлместĕп...
— Мĕн эс мана ухмахла ыйтусем паратăн?
— Сан ыйтусем ăслăрах-им? (Айккинелле пăхса кулать.)
— Намăссăр, намăса çухатнă этем эс...
— В-во! Э-тем, тĕп-тĕрĕс. Эпĕ — этем. Намăслă-и, намăссăр-и, понима-аешь, э-тем.
— Вара мĕн?
— Этем — ирĕклĕ, ăслă чĕрчун. Чĕ-рĕ чун! Чун ăçталла туртăнать, ури те çавăнталлах утать. Тап-тап-тап тутарать, непонятно?
— Ăçталла таплаттарса кайса мĕскер туртса килтĕн вара?
— Сан веçех пĕлме юрамасть.
— Мĕншĕн?
— Мĕншĕнне калас-и, калас мар-и? Тем тăвас? (Унталла-кунталла утать, пăшăрханнă-куляннă пек кăтартать, юлашки сăмахне арăмĕ çине пăха-пăха темиçе хут та калать.)
— Ай, тур-тур, мĕскер тата, кала ĕнтĕ, кала-а...
— Ну, юрать, калатăп. Шĕпĕншĕн.
— Мĕн-мĕн-мĕ-ĕн? Мĕншĕн терĕн?
— Да-да-а, тусăмçăм-савниçĕм, шĕ-пĕн-шĕн.
— Какой-такой шĕпĕншĕн?
— Нумай пĕлнипе нумай калаçсан — чĕлхӳ вĕçне шĕпĕн тухса ларма пултарать. Ыратать, чăмлама кансĕрлет, япăх япала... Понятно?
— Э-э, апла пулĕ-çке, шĕ-ĕпĕншĕн эппин. Поня-ятно. Асту, дорогой, пĕр-пĕр çĕре урăх шĕпĕн тухса ан лартăр.
— Не бои-ись, кăлармастпăр та, лартмастпăр та...
— Кама, мĕне, ăçта?
— Ясно-понятно! Шĕ-пĕ-не...
— Вăл санран ыйтать-им-ха, тухать те ларать.
— Ма лармалла вара унăн?
— Мĕнĕн, камăн, ăçта?
— Шĕпĕнĕ-ĕн. Тух та кай, вăл тухать те ларать. Ма ларать?
— Ха! Ури çук та, ларать, ăçта кайтăр. Мĕн эс мана ухмахла ыйтусем паратăн? Тавай, кала, сăмаха унталла-кунталла ан пăркала, ăçта çӳрерĕн?
— Каласан мĕн паран?
— Э-эй, тата! Ĕнсе чикки паракан çук сана. Асту-у, ывăла каласа паратăп ак...
— Ман ывăл-и, мана-и, ĕнсе чикки-и? Шутласа кала-аç. Вĕс-ле-тей-мес-тĕн, вăл — йытă мар, эпĕ те кашкăр мар...
— Мĕн калан эс, э-э? При чем тут йытă, при чем тут кашкăр? Вĕсле-тейме-естĕн тет, намăс, ну, намăс вĕт. Калама та намăс.
— Имăннă намăс. Ывăлпа хăратасшăн, туттурут... Эй, туттуру-ут...
— Ак, пуçланчĕ, кай-кай-кай, санпа калаçиччен калаçманни...
— Стоп! Кала-ха, эс ăçта ларатăн?
— Как это, тăратăп-иç, лармастăп-çке, курмастăн штоль?
— Эсĕ, представь себе, ак çакăнта, ман ĕнсе çинче ларатăн. Ывăлăма та ман ĕнсех тăрантарать. Понятно?
— Мĕнлерех ларатăп вара? Мĕнлерех ларатăп? Хул пуççусем çине чĕркуçленсе тăнă-и, и-или, утланса ларнă-и? (Кулать.) А на груди ноги болтаются, унталла-кунталла, унталла-кунталла çапăнаççĕ. Кансĕрлемеççĕ-и?
— Во дает! Мĕн эс мана ухмахла ыйтусем паратăн?
— Ка-ам лармалла сан ĕнсӳ çинче, мансăр пуçне тата кам лармалла?
— Кам-ши, кам-ши...(юрă кĕввипе) Сана хăвалаççĕ-им унтан?
— Ăçтан?
— Ăçтан унталла-кунталла ноги болтаются... Или урăх енсе предлагать тăваççĕ? Прыг-скок, куçса ларма хатĕрленетĕн-им, чăкрашатăн однако?
— Зачем вара эс мана ухмахла ыйтусем паратăн?
— Ăçта çӳрерĕн?
— Эпĕ-и? Ниçта та...
— Зачем, ма суян, çӳренĕ. Кăнтăрла килсе кайрăм, спе-ци-аль-но, понимаешь, пока ывăл килте çук чухне. Такси тытса килтĕм, улах тăвас терĕм. Сюрприз тăвас терĕм.
— А-а-а... Эсĕ киле килсе кайрăн-и? Улах тăвас терĕн-и? Пĕлтернĕ пулсан, тĕкех лараттăм.
— Вот имăннă çав, пĕлтермесĕр килсе кайрăм. Эсĕ вара таçта тухса йăркканă. Ăçта, кам патне, мĕн тума? Признавайся.
— Подруга патне кайса килтĕм, чĕнчĕ те... Потом, çула май лавккасене кĕрсе тухкаларăм, апат-çимĕç туянтăм, пĕçертĕм. Атя кухньăна, ларса çи...
— Сăмаха унталла-кунталла ан пăркала. Сомневаюсь, мĕнле подруга? Друг тесе калама ухмах мар-ха эс. Но-о, ман пуç та шăтăк мар сана тӳрех ĕненсе лартма.
— Ах, мĕнле чее эсĕ. Кăнтăрлара хутран-ситрен килекенскер, паян мĕн тесе тĕпĕртетсе килнĕ вара? Килмен эс, ĕненместĕп.
— Спальнăна кай та минтер айне хыпашла, убедиться ту, не вру. Э погоди-ка, кайран, халех мар, по-том.
— Потом тăк, потом. Мана пĕрех.
— Посмо-отрим унта, пĕрех-и, пĕрех мар-и... Ывăл килте-и? Компьютер ăшне кĕрсе ларнă пуль-ха. Хăваласа кăлармасăр тухас çук. Обо всем забывать туса играть тăвать.
— Килте мар, только что шăнкăравларĕ, каярах юлса килетĕп, ан пăшăрхан терĕ...
— Шăнкăравласа пĕлтернĕ пулсан лайăх. Ӳсе-ет, каччă шухăшĕ йĕкĕлтеме пуçларĕ пуль... А что, вăхăт уже, студент пулнă хамăр та, понимаем...
— Апатне ăшăтас-и?
— Кстати, ăшăтса хурсан — тутлăрах пулать. Вырăн сар, чăмпăл тăватăп та пыратăп. Ăнлантăн-и?
— Аха-а...