Ют çурт. Ют хурăн. Ют çерем.
Паранкă склачĕ патĕнче
Çĕрĕпелех улать пĕр йытă.
Вăл сăнчăрта. Вăл каçсерен
Астутарать: çак çут тĕнче,
Çак пурăнăç — ачаш та хытă.
Хăвна хупсан, тулти вара —
Епле пулсассăн та — паха,
Илемлĕ, илĕртӳллĕ, тунсăх,
Пралукĕ вĕççĕн склад тавра
Çӳрен йытта та тунсăха
Пĕлтерейместĕн — çавă хурлăх!
«У-у!..» Салху кăмăлпалан
Ӳпкелешет кăшкар пăван.
Сивлек. Сăрăлтатать çан-çурăм...
Йыт сăнчăрĕ пек сăввăм ман
Карăнкалать çавран-çавран,
Пĕр сассăр пăвăнать чăн юррăм...