Мĕнех калас сире халалласа,
Çĕн ĕмĕрти ытарайми яш-кĕрĕм —
Чăваш çыннин çунатлă ывăл-хĕрĕ?
Ӳссе çын пулăр чунпапа таса.
Мĕскер тытса тăрать ку тĕнчене?
Вăл - юрату. Эсир çакна ан манăр,
Çĕр-аннĕре, тăван çĕре юратăр,
Хисеплĕр ыр сунса ваттисене.
Чăн юрату тăсать вăл ĕмĕте,
Мăшăрсене чун-чĕререн юратăр,
Пĕр-пĕринпе ун чух телей куратăр, —
Хам тӳснине калатăп эп сире.
Усал çынна ан суйлăр, ан юратăр —
Унпа çывăхлансассăн хур куратăр.