Йĕрлерĕç те виçĕ кун,
Хăваларĕç çичĕ кун;
Тытатпăрах, терĕç пуль,
Çакатпăрах, терĕç пуль.
Пире часах тупас çук
Сĕм вăрмансем пур чухне,
Пире вăйпут тытас çук
Пăши ури пур чухне.
Хупăрларĕç çичĕ хут,
Çапăçрăмăр виçĕ кун.
Çĕмĕртĕмĕр, терĕç пуль,
Пĕтертĕмĕр, терĕç пуль.
Пире улпут çĕнес çук
Алра вут-хĕç пур чухне.
Пире никам çĕнес çук
Алра çĕмрен пур чухне.
Ăнлантаркăч
Пайтулăн пуринчен те ытларах сарăлнă юрри.
Ку варианта 1916 çулта Кирук юрăçă (Арансайпик Ваçанкки Кирукĕ) ашшĕпе пĕртăван Каляк Минккинчен Палтай Упи ялĕнче çырса илнĕ.
Палтай Упи хальхи Чăвашстанри Шăмăршă районне кĕрекен ял. Вăл Хырла юханшывĕн сылтăм çыранĕнче сарăлса ларать. Халĕ ăна Палтиель теççĕ, вырăсла — Трех-Балтаево. Ку яла XVII ĕмĕр вĕçĕнче Упи-паттăр йăхĕнчен тухнă Арансайпик ывăлĕ Палтай хăй çыннисемпе куçса ларса пуçласа янă. Вĕсем унта хальхи Патăрьел районĕ çĕрĕ çинчен, Юхмапа Упăрша юханшывĕсен хушшине вырнаçнă Юхма-Упи ялĕнчен куçса пынă. Юхма-Упи колхозсем тунă вăхăтра пĕтнĕ. Пĕр пайĕ Патăрьел районĕнче Тăрăн ялĕ çумне "Красный пахарь" колхоз туса ларнă. Тепĕр пайĕ çак районти Тикешĕн мальенне куçса ларнă. Тата тепĕр пайĕ, Хырла шывĕ урлă каçса, Тутарстанри Пăва районне кĕрекен Янтукан ялĕ çумне Максим Горький колхозĕ туса ларнă. Ăна халăхра Упи-Янтукан поселкки тесе каланă.
Кирук юрăçă, граждан вăрçине хăй ирĕкĕпе кайнă та хĕрлĕ салтак пулса 1920 çулта Вильнюс хулинче шурă поляксемпе кĕрешсе пуçне хунă. Унăн хучĕсене Патăрьел районĕнчи Сăкăтри Марине аппăшĕ (Ильина Марина Васильева) упраса хăварнă.
Пĕрремĕш хут "Вучах" хаçатра (№27) 1991 çулта, утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче пичетленнĕ. Иккĕмĕш хут "Авалхи чăваш поэчĕсем" кĕнекере, 1993 çулта пичетленнĕ.
Ку юррăн тепĕр варианчĕ те пур:
Хупăрларĕç виçĕ хут
Çапăçрăмăр виçĕ кун.
Çĕмĕртĕмĕр терĕç пуль,
Пĕтертĕмĕр терĕç пуль.
Пире паяр çĕнес çук
Алра пăшал пур чухне,
Пире улпут çĕнес çук
Алра сăнă пур чухне.
Йĕрлерĕç те пилĕк кун,
Хăваларĕç çичĕ кун.
Тытатпăрах терĕç пуль,
Çакатпăрах терĕç пуль.
Пире паяр тупас çук
Сĕм вăрманĕ пур чухне.
Пире улпут тытас çук,
Пăши ури пур чухне.
Ку варианта 1928-1930 çулсенче хальхи Самар облаçĕнчи Аслă Микушкел таврашĕнчи ялсенче ватă çынсенчен М.Т.Казанков (Тилли Михайли) çырса илнĕ.
Чи малтан Валем Ахун пухса хатĕрленĕ "Палнай" кĕнекере 1973 çулта пичетленнĕ. Унти ăнлантаркăчра çапла çырнă: "М.Т.Казанков каласа панă тăрăх, Пайтул ятлă чăваш С.Разинăн çывăх çынни, утаманĕ пулнă. С. Разин пăлхавне пусарнă хыççăн, Пайтул паттăра патша салтакĕсем тискеррĕн асаплантарса вĕлернĕ пулать".