Ачаш та вăштăр çил çу кунĕн ăшшинче
Эп тĕлĕрнĕ чухне мана вĕрсе тăмасть-ши?
Е шыв шăнкăртатать лăс йывăç хушшинче?
Е йывăç айĕнче пичекĕм чуп тумасть-ши?
Çук, арфа сас парать, асамлă ун сасси:
Е кĕл чечек çинче вăл тĕлĕрет пĕр касă,
Ахрăмланса чуна вăл кăтăклать пĕр си,
Перун инçетлĕхне ярать янравлă сасă.
Эс, Муза тантăшĕ, çĕклентерен чуна
Харита пӳрнисем хĕрсе вылянă майăн.
Çапла пуç кăшăлĕ кӳрсен харитăна
Сăнаççĕ юратса йăл кулăпа нумаййăн.
Тăнлатăн савăнса ăна пĕрле чухне,
Аттелĕхĕм çинчен юрланине эс илтĕн,
Аса килеç вара чечеклĕ çуркунне,
Хусанăмри кунсем - çав тапхăр маншăн ылтăн.
Эй, манăн малтанхи кунсен сăпки-хушши,
Ман çылăхсăр, айван яш вăхăтăн кĕтесĕ!
Мана сан шуçăму хăçан çутатĕ-ши,
Хăçан яланлăха кĕтсе илейĕн эсĕ?
Хăçан курайăн-ши еткерлĕх кĕтĕвне,
Ĕмĕртенхи кĕреш юмансене ыталăн?
Хăçан çитейĕп-ши Шур Атăл çаранне,
Хăçан-ши Атăлта шур парăса хăвалăп?
Эй, арфа, янăра эс шав Хусан çинчен!
Пĕлер: унта çӳренĕ Павăл ырă шутлă.
Чун савăнса тăрать çуралнă ен тесен,
Аттелĕх тĕтĕмĕ те кăмăллă та тутлă.
Гавриил Державин, 1798