Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Единственный выход там, где для человеческого ума нет выхода.
(А.Шестов)
 

Валерий Алексин: Типой хуттӑрӗ ӳссе ларайман

Валерий Алексин27.02.2025 19:29215 просмотровИзменить Удалить

Таврапӗлӳҫӗ кӗтесӗ

«Раҫҫей патшалӑхне пӗр ҫирӗм ҫул лӑпкӑн аталанма май туса парсан ӑна эсир паллаймӑр та…» Ҫапла хӑюллӑн ҫирӗплетсе каланӑ Раҫҫей империйӗн правительствине ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ертсе пынӑ П.А. Столыпин хӑй пуҫласа янӑ реформӑсем пурнӑҫа кӗрессе ҫирӗп шанса. 1906 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗнче тухнӑ саккунпа килӗшӳллӗн ҫӗр ӗҫлесе пурӑнакансене хӑйсем усӑ куракан ана-ҫарана харпӑрлӑха куҫарма ирӗк панӑ. Анчах пысӑк улшӑнусем «ҫӳлтен» килнӗ пулин те хура халӑх ӗмӗртен килекен йӗркесене пӑрахӑҫа кӑларма васкаман.

Ҫапах та уйрӑм ялсенче ҫӗнӗлле пурӑнса пӑхас текенсен пӗчӗк ушкӑнсем тупӑнкаланӑ. Ҫакна Чӑваш Республикин истори архивӗнче упранакан ҫӗр планӗ те ҫирӗплетет. Ӑна Ҫӗрпӳ уесенчи Мами вулӑсне кӗрекен Анаткас Татмӑш, Вӑтакас Татмӑш тата Пукӑртан ялӗсен ҫӗрне уйрӑм ҫынсене касса панӑ май хатӗрленӗ.

№683 копия

План Казанской губернии Цивильского уезда в части надельной земли селений Нижния и Средния Татмыши и Богурданъ, выделенной в единоличное владение десяти домохозяйств крестьян названных селений. Означенная земля состоит в деле специального межевания под названием пустошь «Тибой» (Т-). В деле натурально производил и план сей составлял в 1911 году Землемер Землеустроительных Комиссий Кузнецов. План составлен по меридиану генерального межевания, от которого магнитная стрелка отклонилась в сторону на 9.45 градусов. Всего выделено земли сорок восемь целых и пятьдесят шесть сотых десятины. Сколько земли состоит в каждом участке и в чьем владении, о том значится в экспликации настоящего плана.

Подписи

Губернский землемер

Уездный землемер

«Крестьянское землевладение Казанской губернии» справочник тӑрӑх 1911 ҫул тӗлнелле ҫӳлерех асӑннӑ Татмӑш общини виҫӗ яла пӗрлештерсе тӑнӑ (1099 ҫын), усӑ курмалли ҫӗр 1785.5 теҫеттин пулнӑ. Вунӑ ҫемье харпӑрлӑха уйӑрттарнӑ ҫӗр лаптӑкӗ 48.56 теҫеттин шутланнӑ. Ку виҫӗ ялпа усӑ куракан ҫӗрӗн 2.7 проценчӗ шутланнӑ,

– Куратпӑр ӗнтӗ, кунта пурӑнакансен ытларах пайӗ нумай вулӑссенчи хресченсем пекех ҫӳлерех асӑннӑ ҫӗр реформине йышӑнма иккӗленсе тӑнӑ, – каласа парать истори наукисен кандидачӗ В.Г. Харитонова асӑннӑ ҫӗр планӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн. – Ҫӗр кастарса илес текенсен ял халӑхне хирӗҫ кайма тивнӗ, пысӑк общинӑсенче тӑракансене пӗр чӗлхе тупма уйрӑмах йывӑр пулнӑ. Саккун ҫӗре сутма е арендӑна пама ирӗк панӑ, ҫавна пула ана-ҫарана ял ҫыннисем анчах мар, ют ҫынсем те туянма пултарнӑ, вӑл алран-алла кайни никама та килӗшмен. Хӑш чухне касса панӑ лаптӑксем халиччен усӑ курнӑ ҫулсемпе сукмаксене пӳлсе хунӑ, ял ҫыннисене ҫакӑ та тарӑхтарнӑ. Ытларах чухне уйрӑлса тухакансене аякри ҫӗрсене, ҫырма-ҫатра хӗрринчи пулӑхсӑр саплӑксене, кӗрсе тухма кансӗр вырӑнсене касса панӑ. Типой ҫӗрне илес пулсан, вӑл ялтан 4-5 ҫухрӑмри вӑрман тепӗр енче пӗр вӑхӑт усӑсӑр выртнӑ.

– Эпӗ ҫуралса ӳснӗ Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкасси ҫӗрӗсем шӑпах Типой текен вырӑнпа чикӗленеҫҫӗ, – калаҫӑва хутшӑнать истори наукисен кандидачӗ Д.В. Басманцев. – Пирӗн ялсем ҫак вӑрман кӗтессине Татмӑш тӑрри, кунти сӑрта Татмӑш тӑвайкки теҫҫӗ. 1930-мӗш ҫулсенче ку вырӑна Кӗлӗмкасси ҫыннисем куҫса ларнӑ, Алшик тата Мереҫен ялӗсем никӗсленӗ. Алшикрен инҫех мар, сылтӑм енче, кив масар вырӑнӗ пур. Унта аваллӑхпа кӑсӑкланакансем ӗлӗкхи укҫасем, хӑлха ҫаккисем тупаҫҫӗ. Археологсем ку япаласене 18-мӗш ӗмӗрте чӑваш тӗнӗпе пурӑнакансем хурса хӑварнӑ теҫҫӗ. Ку вырӑнта Пукӑртан ялӗн масарӗ пулман-ши?

Пукӑртан ялӗнче пурӑнакан Р.Г. Иванов таврапӗлӳҫӗ (1954 ҫулта ҫуралнӑ) каланӑ тӑрӑх, Татмӑщ ял тӑрӑхӗнчи ҫӗр чиккисене тӑррине каснӑ хыр лартса «Т» саспалли пек паллӑ тунӑ. «Ку йышӑннӑ ҫӗр, кунта куҫса ларма юрамасть», – тенине пӗлтернӗ ҫакӑ. Татмӑш вӑрманӗн тепӗр енче вырнаҫнӑ Типой текен пысӑках мар лаптӑка Пукӑртан ялӗнче пурӑнакансем тырӑ акса усӑ курнӑ. Акӑ 1919 ҫулта ҫуралнӑ М. Краснов каласа панӑ тӑрӑх, ҫав вырӑна вӑл ача чухне ашшӗпе кӗлте турттарма ҫӳренӗ. Типой ҫӗрӗ пӗр вӑхӑт сухаламасӑр выртнӑ пулас, унта кӗлӗмкассисем кӗрсе кайса усӑ курма тытӑннӑ. Ҫакӑ пукӑртансене килӗшмен, вӗсем тытса илнӗ ҫӗре каялла вӑйпа тавӑрма хӑтланса пӑхнӑ, анчах май килмен. Тавлашу нумая пыман: кӗлӗмкассисем пукӑртансене пуҫтарса лайӑх хӑналанӑ та выртакан ҫӗрпе хуҫи ирӗк панипе («припущеннничество» текен йӗркепе) усӑ курма пуҫланӑ. Таврапӗлӳҫӗ кун пирки ваттисем каласа панине ҫырса илнӗ.

Типой ҫӗрӗн карттине Кузнецов ҫӗрвиҫевҫӗ хатӗрленӗ, ун копине уесри ҫӗрвиҫевҫе тутарнӑ, пулӑшаканӗсене тӗрӗслеттерсе ал пустарнӑ. Унта Кӗлӗмкассипе Хурамал ялӗсен чиккисене, Путиловка ялӗн пушӑ выртакан хирӗн чиккине, Татмӑш вӑрманне, Типой юханшывне, унти ҫырма-ҫатрасене, вӑрман урлӑ Пукӑртан ялӗнчен Кӗлӗмкассине тухакан тӳрӗ ҫула (Крама) палӑртса хӑварнӑ. «Экспликация» пайӗнче ҫӗр илекенсен списокӗ пур, унта кама мӗн чухлӗ ҫӗр уйӑрса панине кӑтартнӑ.

Ял ҫӗрне уйрӑм ҫын аллине парасси мӗнле йӗркепе пулса пынӑ-ха? Саккунпа кашни кил хуҫи хӑй халиччен усӑ курнӑ ҫӗре хутор тума е кил вырӑнне улӑштармасӑр касса илсе усӑ курма пултарнӑ. Чӑн малтан ун ҫакӑн пирки евитлесе ял старостине хут ҫырса памалла пулнӑ. Ыйтӑва ял (община) халӑхне пуҫтарса татса панӑ, пухӑннисенчен ҫурри ытла майлӑ сасӑласан ыйтнине тивӗҫтернӗ. Енчен те ӗҫе пӗр уйӑхра татса параймасан ыйтакансен земство пуҫлӑхӗ патне кайма тивнӗ. Тавлашуллӑ ыйтусене те земство пуҫлӑхӗ татса панӑ.

Ҫӳлерех асӑннӑ ҫӗр планӗпе паллашсан эпир ҫакна куратпӑр: Кузнецов ҫӗрвиҫевҫӗ Василий Тимофеев хресчене 13.16 теҫеттин таранах касса панӑ, Павел Филиппова 6.52 теҫеттин, Ефим Осипов ачисене 6.34 теҫеттин тивӗҫнӗ, ыттисене виҫшер теҫеттин ытла кӑна лекнӗ. Саккун вара кашнинех пӗр тан касса пама хушнӑ, анчах унта тӗрлӗ йывӑрлӑхсене татса памалли статья кӗртсе хаварнӑ: нумайрах ҫӗр кастарас текенӗн ытлашши пайӗшӗн укҫа тӳлемелле пулнӑ. Хайхи Василий Тимофеевӑн общинӑна 10 теҫеттиншӑн, Павел Филипповӑн 3 теҫеттин ытларахшӑн, Ефрем Осипов ачисен 3 теҫеттиншӑн тӳлемелле пулнӑ. Вӑл тапхӑрта Анаткасра 72, Вӑтакасра 75, Пукӑртанта 55 ҫемье ҫӗр ӗҫӗпе пурӑннӑ, кашни арҫынна 3.3 теҫеттин ҫӗр лекнӗ.

Татмӑш общининчи ҫӳлерех асӑннӑ вунӑ ҫемье ҫӗр реформин «тивлечӗпе» илнӗ лаптӑксемпе усӑ курма тытӑннӑ-ши? Кун пирки ялта нимле документ та, ҫырса илнӗ асаилӳ те сыхланса юлман. Историрен ҫакӑ паллӑ: П. Столыпин ертсе пынипе хатӗрленӗ саккунсене 1917 ҫулта пӑрахӑҫланӑ. «Ҫӗр ҫинчен калакан Декретпа» килӗшӳллӗн ҫӗре халӑх пурлӑхӗ тесе хакланӑ, ӑна ӗмӗрлӗх усӑ курма ӗҫхалӑхне тавӑрса панӑ. Колхозсем йӗркелесен ҫӗрпе каллех ушкӑнпа усӑ курнӑ. Пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсем салансан ана-ҫарана халӑха валеҫсе панӑ.

 

Валерий Алексин

 

Ҫӗр мӗнле валеҫнӗ

  • 1893 ҫулта йышӑннӑ йӗркепе килӗшӳллӗн ял (община) ҫӗрне 12 ҫулта пӗрре валеҫмелле пулнӑ. Анчах ҫакӑ халӑха тивӗҫтермен: хӑш-пӗр ялсенче 20-24 ҫул ҫӗр валеҫмен.
  • Ҫӗр валеҫес ыйтӑва ял (община) пухӑвӗнче татса панӑ. Халӑхӑн 2/3 пайӗ майлӑ сасӑламалла пулнӑ.
  • Ҫӗр валеҫессине вырӑнти земство пуҫлӑхӗ тӗрӗслесе тӑнӑ.

 

«Чувашия в годы столыпинской аграрной политики» (В.Н. Любимов) брошюрӑпа усӑ курнӑ (Ш., 1949).

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 5582-2332
2025.02.27 21:59
Agabazar
1917-мĕш çулта Столыпин хушнисене пĕтĕмпех пăрахăçлаанă.

Çапах та уйрăмах пысăк ялсенчен пĕчĕк «хуттăрсем», «поççолăксем» урăх вырăна туха-туха ларса вырнаçасси кун хыççăн та пĕтмен.

Енчен те унччен çакă Столыпин йÿтемĕпе пулса пынă пулсан, халĕ вара — «Октябрь тивлечĕпе». Уйрăмлăхĕ çавă çеç.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики