Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -0.7 °C
Физкультура и пьянство несовместимы.
(Н. Семашко)
 

Ермакова Надежда Васильевна: Аваллӑха упраса — малашлӑха ӗненсе

Ермакова Надежда Васильевна05.03.2019 13:306537 просмотров

Аваллӑха упраса — малашлӑха ӗненсе. Чӑвашлӑх Чутайра упранать!

Мӑн Этмен тӑрӑхӗнчи халӑх Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗ пуҫарнӑ «Аваллӑха упраса — малашлӑха ӗненсе» проект малалла ӑнӑҫлӑ ӗҫленине хӑй куҫӗпе хӑй курса ӗненчӗ.

Пуш уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗнче конгресс хастарӗсемпе пӗрле шкулти вӗренекенсемпе вӗрентекенсем, ачасен ашшӗ-амӑшӗ, ял халӑхӗ, культура ӗҫченӗсем ку проектпа килӗшӳллӗн пысӑк мероприяти йӗркелерӗҫ.

Ку пӗтӗм Чутай тӑрӑхӗшӗн анлӑ та пӗлтерӗшлӗ чӑвашлӑх уявӗ пулса тӑчӗ!

Ирхине шӑп та лӑп палӑртнӑ вӑхӑтра Шупашкартан Мӑн Этмен шкулне ЧНКан сумлӑ делегацийӗ килсе ҫитрӗ. Конгресс вице-президенчӗ, ӗҫ тӑвакан комитет председателӗ Анатолий Ухтияров, «Чӑваш хӗрарӑмӗ», культура комитечӗсен председателӗсем Юлия Мареева, Вера Архипова. Вӗсемпе пӗрле Чутай тӑрӑхне комитетсен хастарӗсем, ЧНК ҫумӗнчи ал-ӗҫ ӑстисен ассоциацийӗн членӗсем килчӗҫ.

Шкул кӑна мар, пӗтӗм ял халӑхӗ чӑваш культурин уявне тӗплӗн хатӗрленчӗ.

Шупашкартан килнӗ делегацине ҫӑкӑр-тӑварпа, юрӑ-ташӑпа кӗтсе илтӗмӗр.

Шкулта чӑваш тӗрри, кил-таврашӗнчи ӗлӗкхи япаласем, чӑваш апат-ҫимӗҫӗ.

Хӑнасем шкулпа паллашрӗҫ, кунти музея кӗрсе курчӗҫ.

Пурте тенӗ пекех тӑрӑхри чӑвашсен уяв тумне тӑхӑннӑ. Тӗлӗнмелле капӑр та илӗртӳллӗ!

Мероприятине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Мӑн Этмен шкулӗн директорӗ Анатолий Михайлович Ейков уҫрӗ.

Анатолий Михайлович ЧНК ран килнӗ хӑнасене ҫакнашкал уяв йӗркелеме пулӑшнӑшӑн тав турӗ.

Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Игорь Живоев кун пек мероприяти пысӑк пӗлтерӗшлине асӑнчӗ.

— Мӑн Этмен шкулӗнче иртекен уяв эпир хамӑр чӗлхене, культурӑна ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратассипе маттур ӗҫлеме пуҫланине кӑтартать. Ял халӑхӗ, ачасем ҫак мероприятисене хастар хутшӑнни савӑнтарать. Халь ирттерекен чӑвашлӑх йӑли-йӗркине упракан уявсен ҫимӗҫне эпир тепӗр 10-15 ҫултан тата та лайӑх туйса илӗпӗр. Сирӗн тумӑрсем ҫине пӑхсан, пултарулӑхӑра курсан район малашлӑхӗ пуррине ӗненсе, туйса илетӗн, — терӗ Игорь Нестерович.

— Эпир ҫамрӑк чух хулара чӑвашла калаҫма вӑтанаттӑмӑр. Халӗ вара — пач урӑхла ӳкерчӗк. Ҫакнашкал шкулсенче, уявсенче пулсан чӑваш тумӗ, юрри-ташши, йӑли-йӗрки пурӑннине туйса савӑнатӑн. Паянхи ачасем ҫакна курса, пӗлсе ӳсни, вӑтанмасӑр, мухтанса хӑй чӑваш пулнине пӗлтерни малашлӑхра чӑвашлӑх аталанасса шанӑҫ парать. Апла эпир тӗрӗс ӗҫ тӑватпӑр, — терӗ ЧНК вице-президенчӗ Анатолий Ухтияров.

ЧНК «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитет председателӗ, Хӗрлӗ Чутай уйрӑмӗн ертӳҫи Юлия Мареева, вырӑнти халӑха Шупашкартан килнӗ сумлӑ хӑнасемпе паллаштарчӗ. Чӑн та, конгресс хастарӗсем кашни хӑйне евӗрлӗ пултаруллӑ, пӗлсе, кирлӗ ӗҫ тӑваҫҫӗ. Любовь Вазюкова, Зинаида Воронова, Раиса Васильева ал-ӗҫ ӑстисем, Раиса Сарпи, Светлана Асамат сӑвӑҫсем, Людмила Кинер, Наталья Арсентьева, Людмила Засыпкина юрӑҫсемпе фольклор ӑстисем, Алиса Лукина ташӑ ӑсти, пукане театрӗн артисчӗ Елена Шурту- пурте Этмен тӑрӑхӗнчи ачисене хӑйсем мӗн пӗлнине вӗрентсе хӑварас тӗллевпе килнӗ.

ЧНК культура комитечӗн председателӗ Вера Архипова уява пуҫтарӑннисене тав сӑмахӗ каларӗ, проект чӑн та ӑнӑҫлӑ ӗҫленине, халӑха кирлӗ пулнине палӑртрӗ.

Чутай, виръял тӑрӑхӗнчи йӑла-йӗркен историне ку тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ фольклор ӑсти, 20 кӗнеке авторӗ Земфира Кузьминична Яковлева уҫӑмлатса каласа пачӗ.

Программӑна малалла ачасем тӑсрӗҫ. Вӗсем Чутай тӑрӑхӗнчи йӑла- йӗркесемпе ҫыхӑннӑ уявсене сӑнласа пачӗҫ. Мӑн Этмен шкулӗнчи «Шӑнкӑрав», «Этмен», «Хавас», «Шанчӑк», «Хунав», «Сӑр каччисем», «Елӗм» фольклор ушкӑнӗсем «Вӑйӑ», «Ҫӑварни», Выртмара», «Салтак юррисем» тата ытти чӑваш йӑлисене кӑтартрӗҫ.

Ачасемпе тупӑшса тенӗ пек аслисем те те кая юлмарӗҫ. Ялти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Елӗм», Этменти «Айхол» фольклор ушкӑнӗсем «Улах ларни», «Утӑҫи юррисем» йӑласене кӑтартса пачӗҫ.

«Аваллӑха упрасаса, малашлӑха ӗненсе» проектӑн тепӗр пайӗ — ачасене чӑваш тӗррине, юрри-ташшине тата ытти ӑсталӑха алла илме пулӑшни.

Мӑн Этмен шкулӗнче те Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсем ӑсталӑх урокӗсене питӗ тӑрӑшуллӑ йӗркелерӗҫ. Ачасем кашни класрах йышлӑ пулчӗҫ.

Вазюкова Любовь Степановна, Васильева Раиса Васильевна тӗрӗ тӗрлес ӑсталӑха арҫын ачасем те хаваспах вӗренни кӑмӑллӑ пулчӗҫ.

Елена Шурту пуканесене выляттарас енӗпе ачасене хӑнӑхтару урокӗ ирттерчӗ. Хӑшӗ-пӗри урок пынӑ вӑхӑтрах тӗрлӗ пьеса хайлама пуҫлани те тӗлӗнтерчӗ.

Лукина Алиса Александровна шкул ачисене ӑсталӑх урокӗнче ташӑ вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарчӗ, вӗсене ташлама хӑнӑхтарчӗ.

Воронова Зинаида Ивановна тӗрӗ, вӗтӗ шӑрҫа асамлӑхӗпе паллаштарчӗ.

Засыпкина Людмила Вячеславовна, Воронова (Кинер) Людмила Ивановна, Арсентьева Наталия Витальевна ачасене юрӑ асамлӑхне илсе кайрӗҫ.

Раиса Сарпипе Светлана Асамат вара ачасене сӑмах вӑйне, хӑватне тишкерме вӗрентрӗҫ.

Ӑсталӑх урокӗсем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн, шап-шур чӑваш тумлӗ вӗренекенсем, шкул ҫулне ҫитмен ачасем, вӗрентекенсемпе ЧНК хастарӗсем пысӑк вӑйӑ карти йӗркелерӗҫ. Кунта чӑваш ташши, юрри, вӑйӑ-кулӑ хавассӑн янӑрарӗ.

Ку мероприятие йӗркелесе ирттерме Татьяна Васильевна Горбуновӑпа Валерий Иванович Ярабаев нумай вӑй хучӗҫ.

Вӗрентекенсем, класс ертӳҫисем, воспитательсем кӗпе-йӗм тупса тирпейлеме пулӑшрӗҫ, пултарулӑх номерӗсене хатӗрлерӗҫ.

Волкова Наталья Александровна, Ярабаева Анна чӑваш кӗписене ҫӗлесе пулӑшрӗҫ.

Ачасен амӑшӗсем чӑваш апат-ҫимӗҫне хатӗрлесе пачӗҫ.

Шкул столовӑйӗнче ӗҫлекенсем те нумай тӑрӑшрӗҫ.

Чутайра чӑвашлӑх, туслӑх, пӗр-пӗрне хисеплеме пӗлни, ҫын ӗҫне вырӑна хума пултарни малти вырӑн тухрӗ. Тавах конгресс ӗҫченӗсене.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Ялтан // 9259.3.8429
2019.03.06 12:53
Маттурсем,анчах та ялти шкулта паттар,хулари шкулсенче вара хавшак Конгресс тени.
rusakov_arkadii // 1445.73.1685
2019.03.13 19:54
Ашкатар ачи:
Чăваш наци Конгресĕ малашне ялсенче çеç мар- хуласенче те, чи малтан- Шупашкарта, унти шкулсенче, тĕрлĕ тÿре-шарасемпе ертÿçĕсем хушшинче, хула урамĕсемпе учрежденисенче чăваш чĕлхипе культуришĕн хастаррăн тăрăшма пуçлассине шанас килет. Çапла ĕçлени çеç Конгресăн авторитетне халăх умĕнче çĕклеме пултарĕ. Урбанизаци тени чăваш чĕлхине хирĕçле пулăм мар- ăна малалла аталантармалли инструмент пулса тăтăр. Çакĕ чăваш наци Конгресĕ епле ĕçленинчен те çав тери нумай килет.
Agabazar // 2350.79.7031
2019.03.13 22:46
Agabazar
Мĕн урбанизацийĕ ĕнтĕ?
Паян е ĕнер пуçланнă япала мар вăл.
Килĕшет-и сана е килĕшмест-и, анчах та вăл пур.
Чăвашлăха тытса пырассишĕн патшалăх тытăмĕсене ĕçлеттерес килет — анчах та пурнăç апла пулса пырасшăн мар çав.
Апла пулин те хамăрăн пур-çук вăйпа та пулин тăрăшмаллах.

Кунта Пушкин сăмахĕсене аса илес килет: "Обиды не страшась, не требуя венца..."

"Урбанизаци" тенисĕр пуçне тата "глобализаци" теме юратаççĕ тата хăшĕсем. Маншăн вăл та, ку та асар-писер тата акăш-макăш хăрушă япаласем мар.
Вулакан // 3803.15.7705
2019.03.14 05:30
Чи хăрушă йапала, ИмпериалисатИ. Аса илĕр-ха, ĕлĕк-авал çÿлте асăннă йапаласем пулман та, чĕлхемĕрне йапăх пулнă, халĕ те аталанас, сирĕпленес май çук.
Agabazar // 1575.11.5120
2019.03.16 06:30
Agabazar
Империализаци.
Agabazar // 1575.11.5120
2019.03.16 06:30
Agabazar
Кассан — турпас, калаçсан — сăмах.
Вот и // 2515.45.3048
2020.02.02 11:13
хорошо бы, если только "слово", а так ведь "элĕк"(сплетни) у вас... Элĕкçĕ пуçлăхĕ Акапасар.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики